text
stringlengths
406
146k
Черетлĕ командировка пире Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялне илсе çитерчĕ. «Базы» ял хуçалăх предприятийĕ» ОООн çĕрĕсем çине пырса кĕнĕ май, куçа çул хĕрринчи тĕкĕр пек ялтăртатакан тÿпем илĕртрĕ. «Мĕн-ши ку?» тесе пуç ватрăмăр. Анчах та хуравне тупаймарăмăр. Яла çитсен те çак ыйту канăç памарĕ. Тĕл пулнă çынран ун çинчен ыйтса пĕлтĕмĕр. Хайхи тĕкĕр ялтăрккаллă тÿпем полиэтиленпа витнĕ сенаж хунă вырăн пулнă иккен. Ăна вырăнти хуçалăх траншейăсенче вырăн пулманран (вĕсене пурне те выльăх апачĕпе тултарнă), иртнĕ çул тухăç лайăх пулнăран çул хĕрринчех, уçă хиртех, хывнă. Унти запас икĕ çула та çитмелле. Çакна хуçалăх ертÿçи Вадим Соколов шÿтлесе: «Вăл - пирĕн НЗ», - терĕ. Хальхи вăхăтра «Базы» ял хуçалăх предприятийĕ» ОООра‚ ытти нумай хуçалăхри пекех‚ çурхи ака ĕçĕсене хатĕрленес енĕпе хĕрÿ тапхăр пырать. Машинăпа тракторсен паркĕнче ĕç шавĕ тăрать. Техникăна тĕрĕслесе хак париччен шутлă кунсем юлнă ĕнтĕ. Вăл тивĕçлĕ шайра иртесси пирки иккĕленÿ çук. - Тĕрĕссипе каласан‚ эпир акана ырантан тухма хатĕр‚ юлашки вак-тĕвек ĕçсем тăрса юлнă‚ - тет хуçалăх пуçлăхĕ. - Çурхи уй-хир ĕçĕсене 28,9 пин гектар çĕр çинче туса ирттерме шутлатпăр. Акмалли лаптăк 2018 çулхипе танлаштарсан‚ кăçал пысăкрах пулĕ. Чăн та, тĕш тырăсем акмалли лаптăка ÿстернĕ, çав вăхăтрах выльăх апачĕ валли каякан культурăсен виçине чакарнă. Мĕншĕн тесен‚ иртнĕ çулхи те юлнă. Ăна эсир пирĕн хуçалăха пырса кĕнĕ чухне те куртăр пулĕ... Ĕçсене вăхăтлă пуçлас тесе тата кĕрхи культурăсене апатлантарма 800 тонна азотлă минераллă им-çам хатĕрлерĕмĕр. Çак ĕçре авиацисĕр май килмест. Çунтармалли-сĕрмелли материалсен енчен те çитменлĕхсем çук‚ кĕркунне тата хĕлле 600 тонна (солярка‚ çу‚ бензин) туянтăмăр. Çакна та палăртса хăвармалла‚ запассен кăтартăвĕсене иртнĕ çулхи виçепе пăхсан‚ пĕр килеççĕ. Çавăн пекех хуçалăхра икĕ-виçĕ элементран тăракан хутăш удобрени те çителĕклĕ. Унсăр пуçне фермăсен çывăхĕнчи тислĕке хирсене кăлартăмăр. Акана тухма вăрлăх та хатĕр‚ вĕсем пурте элитлă сортсем‚ - сăмахне вĕçлерĕ Вадим Васильевич. Хуçалăхра мĕн чухлĕ тата мĕнле культурăсене акассипе‚ çурхи ĕçсен планĕпе тĕп агроном‚ ПР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ Борис Данилов паллаштарчĕ. - Кăçал çурхи ака вăхăтĕнче эпир çак культурăсене акса хăварма палăртнă: çурхи тулă (Архат‚ Экада 109) - 2100 тонна‚ урпа (Арлан‚ Памяти Чепелева) - 800 тонна. Сахăр кăшманĕ 1000 гектар йышăнĕ‚ кукуруза - 1600 гектар. Кĕрхи культурăсем вара 8500 гектарпа танлашаççĕ: тулă - 6500 гектар (Московская 40‚ Скипетр)‚ кĕрхи ыраш - 2000 гектар. Çураки вăхăтĕнче вăрлăхсене 4300 тонна удобренипе имçамлатпăр. Çурхи ĕçсене пуçлама ятарлă техникăна та юсаса, хатĕрлесе хунă. Сăмахран‚ тĕш тырă сеялкисем (СЗ 36)‚ агромастер агрегачĕсем, сарлака илекен агрегатсем (HORSCH), çаплах сÿресемпе культиваторсем‚ акапуçсем‚ вĕсене çаклатакан тракторсем те çителĕклĕ. Çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленесси планпа килĕшÿллĕн пынине тĕп инженер Эльдар Анваров та çирĕплетрĕ. - Машинăпа тракторсен паркне запас пайсемпе тивĕçтернĕ. Паянхи кун 132 единица техника çуракине тухма кĕтсе тăрать. Вĕсем хушшинче гусеницăллă (ДТ-75) тата кустăрмаллă (Кейс Магнум 500‚ Джон Дир 9530‚ Джон Дир 9620) тракторсем‚ çăк турттармалли машинăсем. Пĕтĕмĕшле илсен, «Базы» ял хуçалăх предприятийĕ» ООО çуракине тухма 100 проценчĕпех хатĕр тесен те юрать. Эпир те çĕр ĕçченĕсене ĕçе кĕске вăхăтра тата ăнăçлă туса ирттерме сунатпăр. Ирида НОВИКОВА. Чекмагуш районĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
(Ирина Кузьмина. Артем Носков сăнӳкерчӗкӗ) Хусанти ТР ЧНКА çумӗнчи çамрăксен «Аталан» ушкăнӗнчи хастар хӗрсем: Анастасия Ильина, Наталья Кукушкина, Ольга Ермуллина, Екатерина Осипова, Елена Павлова тăрăшнипе халӗ масмак мӗн иккенне тӗнчери мӗнпур çамрăк пӗлет. Шăпах вӗсем ӗнер Хусанта Атăлçи физкультура, спортпа туризм академийӗнче иртнӗ «Культурăсен мозаики» этноконфесси фестивалӗн хăнисене масмак тума... ❮ ❯ (Ирина Кузьмина. Артем Носков сăнӳкерчӗкӗ) Хусанти ТР ЧНКА çумӗнчи çамрăксен «Аталан» ушкăнӗнчи хастар хӗрсем: Анастасия Ильина, Наталья Кукушкина, Ольга Ермуллина, Екатерина Осипова, Елена Павлова тăрăшнипе халӗ масмак мӗн иккенне тӗнчери мӗнпур çамрăк пӗлет. Шăпах вӗсем ӗнер Хусанта Атăлçи физкультура, спортпа туризм академийӗнче иртнӗ «Культурăсен мозаики» этноконфесси фестивалӗн хăнисене масмак тума вӗрентрӗç. Хăнасем вара чăнах та сумлăччӗ, Пӗтӗм тӗнчери çамрăксемпе студентсен фестивалӗн делегачӗсемччӗ вӗсем. Фестивалӗн регионсенчи программине хутшăнма Хусана Сочиренех килнӗччӗ. Сехет çурă тăсăлнă концертра «Культурăсен мозаики» йӗркелӳçисем республикăри 173 халăхăн йăла-йӗркине кăтартма ӗлкӗрчӗç. Концерт пуçланиччен академи холӗнче хăйне пӗр уяв пулчӗ. Хăнасене нацисен апат-çимӗçӗсемпе (чăваш апатне Хусанти халăхсем хушшинчи сервис колледжӗ хатӗрленӗ) паллаштарнисӗр пуçне халăх пултарулăх промыслисемпе ремеслисен куравне те йӗркеленӗччӗ. Кунтах Тутарстанри халăхсен тумӗсемпе, промысласен ӗçӗсемпе паллаштарчӗç. Çамрăксем валли лекци, мастер-классен площадкисем ӗçлерӗç. Республикăн тӗп халăхӗсен çамрăкӗсем наци эрешӗсене тума вӗрентрӗç. Чăваш хӗрӗсем фестиваль çамрăкӗсене масмак мӗн иккенне ăнлантарса ăна мӗнле тумаллине кăтартрӗç пулсан, тутарсем тиртен «Ӗçпăçмак» виçкӗтеслӗх çӗлеме, тюбетей çине тутар тӗррине тӗрлеме, каллиграфи, удмуртсем фетртан çуха, вырăссем оберег-пуканесем тума, керамика çине илемлетме вӗрентрӗç. Пӗр сăмахпа, республикăри халăхсен çамрăкӗсем кашни хăйӗн культурипе паллаштарни чăнах та Тутарстанри халăх культурисен тӗрлӗ тӗслӗ, нумай енлӗ мозаикине пӗрлешрӗ те. Чăвашсем вара çак мозаикăн чи хитре те уйрăлми тӗп пайӗ пулни курăнчӗ.
Хăйĕн савнă хĕрне Розăна куршĕ яла качча пани çи­нчен Родион пуринчен кайран пĕлчĕ. Çакăн хыççăн çамрăк çын ларма-тăма вырăн тупаймиех пулса çитрĕ, пуçне усрĕ, сăнĕ тĕксĕмленсех пычĕ. Ним тума та пултараймарĕ каччă. Роза кăна шанăçа çухатмарĕ. Кăнтăрла вăл Санькка йăмăкĕсенчен ниçта та уйрăлмарĕ, каçхине упăшкин йăмăкĕпе Еликанидăпа юнашар выртрĕ. Упăшки чап-чап уйăхĕпе савăнасшăн пулчĕ, анчах Роза килĕшмерĕ, кашнинчех мĕншĕн килĕшменнин сăлтавне те ăнлантарса пачĕ. Эпĕ ют тÿшек-минтер çинче выртма хăнăхман — аллисене саркаларĕ хĕр. - Хамăн япаласене илсе килмесĕр санпа юнашар выртма килĕшместĕп. Ман хамăн тÿшек çине сармалли çитти яп-яка, минтерĕсем çеп-çемçе. Тÿшекĕм вара пĕтĕмпех хур мамăкĕнчен. Ларсан та, выртсан та путса тăрать. Ун çине выртсан пĕтĕм хуйхă-суйхă манăçать. Сирĕн вырăнăр çинче çывăрай- мастăп, çĕр хута çаврăнкаласа выртатăп. Каччи Розăна пĕрре курсах юратса пăрахнăччĕ. Çакăн пек илемлĕ хĕр пирки вăл ĕмĕтленме те пултарайман. Роза чăнахах та пирĕшти пекех курăнать. Хăйсен çуртне çак шурă утлĕ, кăвак куçлă хĕре илсе килсен пÿртре тата çутăрах та ăшăрах пек туйăнма пусларĕ çамрăк упăшкана. Çак илеме, çак пуянлăха алла илес килет ун. Санькка ĕçпе хытнă аллисемпе сарă вăрăм çивĕте тытса пăхасшăн, арăмĕн çинçе пилĕкне ыталасшăн çунать. Кĕскен каласан, хăйĕн упăшка прависемпе тул­лин усă курасшăн вăл. Чап-чап уйăхĕ вĕт-ха. Вăл хăйĕн арăмĕ патне пыма апла та, капла та хăтланса пăхрĕ, анчах та Мелевĕс хĕрĕ ăна çывăха та ямарĕ, упăшка текен çынпа пĕр вырăн çине выртма килĕшмерĕ. Пăхма йăваш курăнакан хĕр мунча чулĕ пекех çирĕп пулчĕ. Çакăн пек ăслă-тăнлă пулма, пĕлсе калаçма Розăна кам вĕрентнĕ-ши? — Тĕрленĕ аялти кĕпесĕр эп малтанхи каç упăшкапа юнашар пырса выртма килĕшместĕп, — чун-чĕререн ĕнентерме тăрăшать вăл Саньккана. — Эп çук çын та, ыйткалакан та мар. Хам мăшăр умне çири çак тумпа тухса тăма пултараймастăп. Хамăн аялти кĕпем, хамăн çи-пуçăм кирлĕ мана. Халĕ ман кунта улăштарса тăхăнма та тумтир çук. Манăн турасем, тĕрлĕ тĕслĕ хăюсем, тутăрсемпе чăлхасем — пурте атте-анне килĕнче. Ку сăмахсене пĕрре мар илтнĕ çамрăк упăшка çапла хуравлать: — Юрать, юрпикеçĕм, эсĕ çĕнтертĕн. Хам майлă çавă- раймарăм сана. Хатĕрлен: кĕçех ялăра япалусене илме каятпăр Упăшка шутланакан арçынна вăрттăн ĕмĕт савăнтарчĕ. Ара, вĕсем çул çинче мăшăрĕпе - хитре юрпикепе - иккĕшĕ çeç пулаççĕ-çке. Арăмне тĕлĕнмелле илемлĕ кăвак куçĕсемшĕн юрпике тет вăл. Килте йăмăкĕсем вĕсене иккĕшне кăна нихăçан та хăвармаççĕ. Çул çинче вара, Мелевĕс пуçне çитес умĕн пысăках мар тĕмсем пур. Юнашарах вырман ыраш кашласа ларать. Чарăнса канса илме пулать. — Санăн Еликанида йăмăку пирĕн ялта нихăçан та пулман, пырса куртăр пĕрре хамăрпа пĕрле. Инкĕшĕн ашшĕ-амăшĕпе, тăванĕсемпе паллаштăр, — кĕтмен çĕртен пĕлтерчĕ Роза упăшкине. - Çула май пĕртак çырла та татăпăр. Еликанидăна шутсăр килĕшрĕ çак сĕнÿ. Пиччĕшĕ хирĕçленине пăхмасăрах вăл урапа çине чи малтан тухса ларчĕ. Лаша Мелевĕселле майĕпен юртрĕ те юртрĕ. Çак таврари улах вырăнсенчен пĕринче арăмне тутанса пăхас ĕмĕтлĕ арçын йăмăкне хăйсемпе пынăшăн ăшра çул таршшĕпех вăрçрĕ. Ашшĕ-амăшĕн картишне çитсе кĕрсен Роза урапа çинчен сиксе анчĕ те çапла пĕл­терчĕ: — Эп санпа каялла пымастăп! Хăвна валли урăх хĕр шыра. Вăт сана чап-чап уйăхĕ! Саньккашăн вăл пуçланмасăрах вĕçленчĕ. Упăшка пулайман каччăн хĕрсĕрех, хĕр туприсĕрех каялла кайма тиврĕ. Ашшĕ çуртне кĕрсен Роза хайĕн чунне ирĕке ячĕ. Саньккашăн пырса тĕкĕнме çук сивĕ пулнă юрпике халĕ вĕри куççульпе çăвăнчĕ. Упăшка çуртĕнчи пĕр эрнене пынă тыткăнри пурнăç, хăйĕн чысĕшĕн кĕрешни, кашни сехетре хăйне хутĕлеме сыхă тăни ăна самаях хавшатса янă, чун-чĕрине хытах амантнă. Таркăн хĕрне ашшĕ усал сăмахсемпех кĕтсе илчĕ. — Ма мана çынсем умĕнче намăс кăтартатăн?! - шăлне шатăртаттарать Семен Потемкин. — Панă сăмаха тытмалла ăна! — Эп ăна качча тухмастăп, юратмастăп Саньккана, - çирĕппĕн хуравлать хĕрĕ. Çав каçах Родион та килсе çитрĕ. Сивĕ куçпа пăхрĕ вăл хăйĕн савнийĕ пулнă хĕр çине, усал сăмахпа кÿрентерчĕ. Ара вăл Розăпа юратсах çÿренĕ-çке. Туйччен упранă ăна. Таçтан килсе тухнă хур аçи тытнă та пăснă хĕре. - Ху ман умра таса пулнине мĕнпе çирĕплетен-ха, - ĕненесшĕн пулмасть вăл Роза Саньккана парăнманнине. - Упăшкана ĕнентерĕп. Эсĕ вара ман упăшка мар. Эппин, ĕнентермелли те çук! Мана такам çыртса илнĕ кулачă кирлĕ мар, - питрен çапнă пек янăраççĕ Родион сăмахĕсем. – Енчен те эсĕ таса пулсан, сана качча илетĕп, апла мар-тăк – каялла упăшку патне ăсатăп. - Эсĕ малтан кулачне тутанса пăх, - йăвашшăн каласа хурать Роза. - Кулачи килĕшсен ăна никама та тавăрса памалла пулмĕ. - Пĕр эрне арçынпа пурăнса пĕр каç та унпа çывăрманни пулма пултараймасть! — çаплах кĕвĕçÿ хурчĕ кăшлать Родион чунне. Хĕр сăмахĕсене унăн шанас та килет, шанас та килмест. Тепĕр эрнерен хăй пурпĕрех Розăн ашшĕ патне çитсе кĕрет. Семен Семенович, эпĕ сирĕн хĕрĕре çураçма килтĕм. Юрататăп ăна. Телейлĕ тăвăп. Чăхсене ан култар-ха! Вăл ман хĕре телейлĕ тăвать иккен! Малтан эс хăвна телейлĕ ту-ха! Çара çерçи пек çара вĕт эс! Тухса кай халех ман çуртран! Хам хĕре ыйткалакана качча памастăп эп! — хăйĕннех перет хĕр ашшĕ. Вĕрентекен пулса ĕçленĕ Семен Семенович хĕрĕ вал­ли урăхларах каччă тупасси пирки ĕмĕтленнĕ. Родион чăнах та чухăн пулнă ĕнтĕ. Тăлăх ÿснĕ. Ача чухне хутаç çакса çÿреме те тивнĕ ун. „Вăл хăй кам вара? — ăшра ăна хирĕçлесе калаçать каччă. - Хĕрне тăлăха качча парасшăн мар. Хăй Потемкин князь тейĕн. Ача чух çăпатапа çÿренине маннă-им?” Роза хальччен туман утăм турĕ, ашшĕ-амăшĕнчен пил илмесĕрех Родион хыççăн кайрĕ. Пурăнма вырăн çукран çамрăк мăшăр çын патĕнче кĕтес тупрĕ. Родион тÿрех çурт лартма тытăнчĕ. Пăртак вăхăт иртсен Розăпа Родион çĕнĕ пÿртре туй кĕрлеттерчĕç. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Çак кунсенче Нăрваш Шăхаль ял тăрăхне кĕрекен Апрушнай (Ясная Поляна) ялĕнче граждансен пухăвĕ иртнĕ. Пухăннă ял халăхĕ умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-строительство, обществăлла инфратытăм пай начальникĕ Равиль Ямалетдинов, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Раськин тухса калаçнă. Кун йĕркинче паян кунта пурăнакансене кăсăклантаракан чи çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă: яла газ, шыв илсе çитересси, харпăр хăй ĕçне уçасси (самозанятость) тата ытти те. Равиль Ямалетдинов яла газ кĕртмелли ыйтăва татса памалли çул-йĕр, малашне çак ыйтупа ĕçлемелли плансем пирки ăнлантарса панă, граждансен ыйтăвĕсене хуравланă. Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Раськин пухăннисене килти хушма хуçалăха аталантарас ĕçре патшалăх пулăшăвĕн витĕмĕ пысăккине тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ. Апрушнай Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пĕчĕк ялсенчен пĕри. Çапах та вĕсем пĕрлехи вăйпа яла тирпей-илем кĕртес, капăрлатас тĕлĕшпе чылай тăрăшаççĕ. Ял халăхне пăшăрхантаракан ыйтусем те пур-ха. Граждансен пухăвĕнче шăпах вĕсене кашни тухса калаçакан çивĕчлетнĕ. Ял халăхĕн сĕнĕвĕсене пуху протоколĕнче шута илнĕ, вĕсене пурнăçа кĕртесси тимлĕхре пулĕ.
«Урал сасси» вулаканĕсем йышлă пулни редакци ĕçченĕсене савăнтарать. Вĕсен ушкăнĕнче ватти те, вĕтти те пур. Хаçат тусĕсем шăнкăравласа, çырусем çырсах тăраççĕ. Редакцие юлашки вăхăтра килсе çитнĕ çырусенчен пĕри вара Шаран районĕнчи Борисовка ялĕнче кун кунлакан, 90 çул тултарнă Георгий Николаевич Сайдяковран пулчĕ. Георгий Николаевич Зоя хĕрĕ патĕнче Шаранра пурăнать. «Урал сасси» хаçата вулать. Анчах та темшĕн-тĕр кăларăм уйăхра пĕрре тухни çинчен çырать. Сăлтавĕ мĕнре-ши, почтальонсем хаçата вăхăтлă çитерменни е урăххи-ши? Георгий Николаевичăн çулĕсем сахал мар пулсан та ахаль лармасть. Ашшĕ-амăшĕ çинчен, вĕсем каласа панисене, хăйĕн сăнавĕсене виçĕ тетрадь çине (пурĕ 220 пит) çырнă. Ку ĕçе вăл 4 çул хушши пурнăçланă. Ал çыру ĕçĕ халĕ те чарăнман. Чунĕпе çамрăк ветеран тăван çĕршыври лару-тăрупа та кăсăклансах тăрать. Акă унăн сăмахĕсем. «Хальхи вăхăтра Раççейре çынсен пурнăçĕ çăмăлланчĕ. Пирĕн çĕршыв питĕ вăйлă. Вăл чăнкă сăрт çинче тăрать. Раççей хăйĕн йышлă халăхĕсемпе пуян. Анчах та юлашки вăхăтра Тăван çĕршывра «питне çуман халăх» хушăнса пыни тарăхтарать. Кунта Михаил Лермонтовăн «Прощай, немытая Россия» сăввинчи сăмахсем аса килеççĕ. Ялсем пĕтни те тарăхтарать. 1985-1990 çç. путланса пыракан ялсенче почтальон пулса ĕçлерĕм. Халĕ пирĕн тăрăхри 5 яла çак шăпа кĕтет. Покровка ялĕнче 18 килĕччĕ, халĕ унта 5 çын пурăнать. Ĕрĕкмен (Рождественка) ялĕнче Виталий мăшăрĕпе виçĕ ывăл çитĕнтерчĕç. Вĕсем салтакран таврăнсан виççĕшĕ те çурт лартрĕç. Ашшĕпе амăшĕ пурнăçран тахçан уйрăлса кайнă. Анчах та ывăлĕсем çĕр çинчи тивĕçне пурнăçлама, мăшăр тупса, çемье çавăрса, ача çуратса ÿстерме васкамаççĕ. Халĕ хусахсем виççĕшĕ те пĕр пÿртре ăшă йăва тупнă. Çамрăксем пурнăçĕсене усăсăр ирттерни тарăхтарать. Хам почтальон пулса ĕçленĕ чухнехи пĕр камит çинчен каласа парас килет. Покровка ялĕнче пурăнакан Энтри пичче вăрçăран урине амантса таврăнчĕ, хăлхи те начар илтетчĕ. Çапах та телевизора, сассине пысăклатса пăхма юрататчĕ. Çапла пĕр кунхине тĕнчери хыпарсене пĕлме сенкер экрана хускатса ярать. Унта вара намăс вырăнсене аран хупланă хĕрсем ташлаççĕ! Ăшĕ пăшса çитнĕ, киревсĕрлĕхе тÿсеймесĕр ура çине тăрса сурса хурать экран çине, ури тĕрексĕр пулнипе телевизор айне сарнă клеенкăна аллипе туртса илет. Шаплатать вара телевизор урайне, кĕленче экран чăл-пар! саланать. Манăн çав вăхăта килсе кĕресси тата. Кун çинчен мана Анна мăшăрĕ каласа пачĕ. «Энтри пичче, халь самани çапла ĕнтĕ, никам та пир йĕм тăхăнса ташламасть, сире валли тепрехинче «Капкăн» журнал илсе килĕп-ха, кăтартма», - тесе шантарса хăвартăм. Виçĕ кунтан шантарнă журнала илсе килтĕм. Унти ÿкерчĕк çинче старикпе карчăк телевизор пăхса лараççĕ. Сенкер экран çинче купальник тăхăннă 5 хĕр ташлать. Старикĕн çамрăк хĕрсене сăнанипе сĕлеки юхать, карчăкки çавна шурă саппунĕпе шăлать. Çак ÿкерчĕке курсан Энтри пичче кулса ячĕ. Хăйне çавăнта курчĕ пулĕ. Эпир Петровка ялĕнче 4 класс таранччен вĕрентĕмĕр. Пирĕн учитель Варвуш ятлăччĕ. Матрÿн аппа Якур упăшки вилсен çак çынна киле кĕртнĕ. Унăн Якуртан икĕ ача юлнă. Варвуш пичче Михайловкăра пĕр çул учитель пулса ĕçлерĕ. Итлеменнисене метр тăршшĕ линейкăпа пуçĕсенчен шаккатчĕ. Матрÿн аппапа вĕсен хĕрпе ывăл çуралчĕ. Варвуш пичче вăрçăран сывă таврăнмарĕ. Ывăлĕ унăн салтакран моряк пулса килчĕ. Формине ялан чăматанта чиксе çÿретчĕ. Пĕрре вĕсем Мэнди ялне вăййа каяççĕ. Пальто тăхăннă моряк çиелти тумне хурама айне хурса хăварать те клуба моряк формине тăхăнса кĕрет. Тепрехинче вăл кашни килĕри туалета кĕрсе кăмкансене вĕтетнĕ хĕрлĕ усал пăрăç ярса тухать. Сăтăр ĕçсем тунăран-и е урăх сăлтава пула ырă кураймарĕ хайхи, йăмăкĕпе ĕçке пула вăхăтсăр вилчĕç. Малалли хаçатăн №35. Георгий САЙДЯКОВ. Шаран районĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх 3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ 2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке 1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан 1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла
Февраль уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ахмет-Заки Валиди ячĕллĕ Наци вулавăшĕнче истори наукисен докторĕн‚ Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн профессорĕн Ирина Сухареван «Пушкăртстанра пурăнакан чăвашсен историпе культура аталанăвĕ (XVIII - XX ĕмĕрсем)» ятпа кĕнеке хăтлавĕ иртрĕ. Хăтлава ПР Чăваш çамрăкĕсен гимнĕпе уçрĕç. Кĕвĕ авторĕ Ирина Сухарева (Ирина Саригель - пултарулăх псевдонимĕ) пулнине палăртса хăвармалла. Профессорăн çĕнĕ монографине ăсчахсем‚ патшалăх тата общество деятĕлĕсем тивĕçлĕ хак пачĕç. Автора хăтлавпа ПР Ахмет-Заки Валиди ячĕллĕ Наци библиотекин директорĕ Юлдаш Ураксин; ПР Патшалăх Пухăвĕн - Курултайĕн вĕрентÿ‚ культура‚ çамрăксен политики тата спорт комитечĕн председателĕ‚ педагогика вĕрентĕвĕн Пĕтĕм тĕнчери Академи наукисен тĕп членĕ Раиль Асадуллин профессор; «Травы Башкирии» ООО тĕп директорĕ Александр Иванов; истори наукисен докторĕ Марат Ямалов профессор; истори наукисен докторĕ‚ Пушкăрт патшалăх аграри университечĕн профессорĕ Рафис Зиязетдинов; ПР чăвашсен Канашĕн комисси председателĕ‚ Чечня вăрçин ветеранĕ‚ «Чтобы помнили» регион проекчĕн авторĕ Борис Гордеев полковник; Раççей Академи наукисен Ĕпхÿри наука центрĕнчи истори‚ чĕлхе тата литература институчĕн Этнологи тĕпчев центрĕн тĕп специалисчĕ‚ истори наукисен кандидачĕ Игорь Петров; ПР чăвашсен Канашĕн ĕçтăвком председателĕ Людмила Мурманская; «Центр межкультурного партнерства» обществăпа культура пуçарулăхĕсене аталантаракан коммерцине кĕмен автономлă организаци директорĕ‚ ПР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ‚ истори наукисен кандидачĕ Валентина Латыпова; Пушкăртстанри халăхсен этнографи музейĕн ĕнерхи директорĕ Асхат Салихов; Светлана Рашитова (авторăн чи çывăх хĕр тантăшĕ тата пĕрле вĕреннĕскер) саламларĕç. Людмила Мурманская кĕнеке авторĕн ĕçне çапла хак пачĕ: - Ирина Витальевна пысăк хисепе тивĕç. Вăл пирĕн халăхăн историне сыхласа хăварассишĕн чылай тăрăшать. Унăн чăваш халăхĕн историне‚ чĕлхипе йăли-йĕркисене аталантарассипе çыхăннă ĕçне тăван халăх ырласа йышăнчĕ. Вăл пултаруллă‚ ăнăçлă‚ ĕçчен тата умне лартнă тĕллевсене пурнăçлакан çын. Пĕр сăмахпа каласан‚ чăваш хĕрарăмĕн тивĕçлĕ тĕслĕхĕ. Ахальтен мар ăна Ĕпхÿ хулинчи чăваш хĕрарăмĕсен Канашне ертсе пыма шаннă. Пушкăртстанра тĕрлĕ наци çыннисем пурăннине‚ вĕсен культури аталаннине шута илсе Ирина Витальевна хăйĕн халăхĕн чĕлхипе культурине‚ йăли-йĕркисене сума сăвать. Эпир ăна республикăри чăвашсен Канашĕ ятĕнчен нумай монографисемпе вĕрентÿ пособийĕсем пичетлесе кăларма‚ наукăпа педагогика ĕçĕ-хĕлĕнче ăнăçу‚ пултарулăх анинче çитĕнÿсем тума‚ нумай çул хушши çемье телейне туйса пурăнма çирĕп сывлăх сунатпăр. Çумра яланах çывăх та шанчăклă юлташсем‚ пултаруллă вĕрентекенсем пулччăр‚ – терĕ вăл. Мероприяти вăхăтĕнче Ирина Витальевна пухăннисене чăвашла‚ вырăсла тата пушкăртла юрăсем шăрантарса тĕлĕнтерчĕ. Вăл - халăх хушшинче чылай анлă сарăлнă юрăсен авторĕ. Унăн активĕнче ютубра 200 пин çын пăхнă-итленĕ юрăсем те пур. Хăтлав вăхăтĕнче Ирина Саригель «Шур-шур урлă» чăваш халăх юррине (ăна хăйенлĕ юрлать)‚ «Çăлтăр тăкăнать» тата «Асамат кĕперĕ» чăваш, авторла «Откровение», «Соловей в саду» вырăс тата «Прости меня мама» пушкăрт юррисене юрларĕ. Асăннă мероприятие П.М. Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулĕн вĕренекенĕсемпе педагогĕсем‚ «Нарспи» фольклорпа этнографи халăх ансамблĕ (студент çулĕсенче Ирина Сухарева «Нарспи» ансамблĕн аккомпаниаторĕ пулнă) тата республикăри общество организацийĕн представителĕсем те хутшăнчĕç. Валентина ЛАТЫПОВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Лот тата Гаронна (франц. Lot-et-Garonne) — Францин кăнтăр-хĕвеланăç енче вырнаçнă, Аквитани регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 47. Администрациĕ Ажен хулинче вырнаçнă. Халах йышĕ 305,4 пин (1999) çын. ГеографиПравить Департамент лаптăкĕ 5 361 км² танлашать. Департамент урлă Гаронна, Лот, Баиз, Желиз, Осс юханшывсем юхаççĕ. Департамент шутне 4 округ, 40 кантон тата 319 коммуна кĕреççĕ. ИсториПравить Лот тата Гаронна — 1790 çулхи пуш уйăхĕнче пулса иртнĕ Францин Аслă революциĕ вăхăтĕнче йĕркеленĕ чи пĕрремеш департаментсем шутне кĕрет. Гиень тата Гасконь провинци çĕрĕсем çинче йĕркеленнĕ. Ячĕ Гаронна тата Лот юханшывсенчен пулса кайнă.
Çĕнĕ çул каникулĕ вăхăтĕнче‚ 2021 çулхи январь уйăхĕн 2-мĕшĕнче‚ Пушкăртстан Республикинчи Вĕрентÿ тата наука‚ Çут çанталăкпа экологи министерствисем пулăшнипе республика шайĕнчи Ача-пăча экологипе биологи центрĕнче «Кайăк-кĕшĕк калейдоскопĕ» конкурс иртĕ. Вăл икĕ пайран тăрĕ. Çĕнĕ çул каникулĕ вăхăтĕнче‚ 2021 çулхи январь уйăхĕн 2-мĕшĕнче‚ Пушкăртстан Республикинчи Вĕрентÿ тата наука‚ Çут çанталăкпа экологи министерствисем пулăшнипе республика шайĕнчи Ача-пăча экологипе биологи центрĕнче «Кайăк-кĕшĕк калейдоскопĕ» конкурс иртĕ. Вăл икĕ пайран тăрĕ. Январь уйăхĕн 2-мĕшĕнче 10-15 сехетре республикăн тĕрлĕ районĕсенче сырăшсем тумалли мастер-классем иртĕç. Кашни муниципалитет чи лайăх та илемлĕ сырăш сăн ÿкерчĕкне регион шайĕнчи йĕркелÿ комитетне ярса парĕ. Вĕсене жюри членĕсем хак парĕç. Унтан 14-16 сехетре кăмăл пуррисем «Орнитологи ăсти» онлайн викторинăна хутшăнса орнитологи енĕпе хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме пултарĕç. Конкурс ссылкине республика шайĕнчи Ача-пăча экологипе биологи центрĕн Вконтакте официаллă ушкăнĕнче декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕччен вырнаçтарнă. Орнитологи пĕлĕвĕпе‚ кайăксен пурнăçĕнчи интереслĕ фактсемпе çыхăннă ыйтусене ПР çут çанталăк тата экологи министрĕ Урал Искандаров‚ ПР вĕрентÿ тата наука министрĕн çумĕ Инесса Косолапова‚ çавăн пекех ведомствăсен профильлĕ специалисчĕсем хатĕрленĕ. - Мероприятисен тĕллевĕ тăван таврлăха хÿтĕлесси‚ экологи шайĕнче çĕнĕ юхăмсем аталантарасси‚ çамрăк ăрăвăн экологи культурине ÿстересси пулса тăрать. Эпир çут çанталăк пурлăхне упрама тăрăшатпăр‚ мĕншĕн тесен пулас ăрăвăн малашлăхĕ çакăнтан килет. Çавăнпа кашни ачана экологи пурлăхне юратма‚ хисеплеме‚ упрама вĕрентмелле‚ – тенĕ ПР Экологи министерствин информаципе аналитика уйрăмĕн пуçлăхĕ Ринат Фаткуллин. Асăннă мероприятине «Экологи» наци проекчĕ шайĕнче «Хытă коммуналлă каяшсемпе комплекслă усă курасси» регион проекчĕ пулăшу кÿнипе йĕркелеççĕ. Кашни номинацире çĕнтерÿçĕсемпе призерсене палăртĕç‚ вĕсене асăнмалăх дипломсемпе тата парнесемпе чыслĕç. Ирида НОВИКОВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
"Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш: ача панчи" видеоконкурс вĕçленчĕ. Унта хутшăнма 800 çын ытла кăмăл тунă. Пĕр пысăк пайĕ хăйĕн кăмăлне вĕçне çитерме вăй çитереймен курăнать - регистрациленнĕ пулсан та вĕсенчен видеосем кĕтсе илеймерĕмĕр. Тепĕр пысăк пайĕ Конкурс положенине тытса та пăхман курăнать. Видеона тата унпа пĕрле ямалли хутсене тĕрĕс йĕркелесе парайман. Ÿкернĕ ĕçсене харама янипе пĕрех пулса тухнă. Паллах, килнĕ ĕçсемпе эпир, май килсен, мĕнле те пулин усă курма, ярса панă ĕçсемшĕн хавхалантарма тăрăшăпăр. Çапла вара конкурса 500 ытла ĕç йышăннă. Жюри членĕсем вĕсене пăхса тухса пĕтĕмлетÿсем турĕç. Паян сире вĕсемпе паллаштаратпăр. "Чăваш халăх сăввисем", "Чăваш ачисен вăййисем" номинацисенче хутшăнакансем сахал пулнă пирки çĕнтерÿçĕсене пĕрер ÿсĕмре кăна палăртнă. "Чăваш халăх сăввисем" номинацире Елчĕкри "Шевле" ача панчине çÿрекен Демьянова Вероника çĕнтернĕ, вăйă номинацийĕнче вара - Муркашри "Путене" ача панчине çÿрекен ачасем. Чăваш поэчĕсен сăввисене вулакансем питĕ нумай пулчĕç. Кунта Положенире палăртнă пекех виçĕ ÿсемре хакланă килнĕ ĕçсене. 2 çултан пуçласа 6 çул тултарнă ачасем хушшинче Елчĕкри "Шевле" ача панчине çÿрекен Молодов Алексей мала тухнă, 7-10 çултисем хушшинче Куславкка районĕнчи Карач тĕп шкул вĕренекенĕ Смирнова Елена çĕнтерчĕ, аслисем хушшинче вара Канаш районĕнчи Катек вăтам шкулĕнче вĕренекен Васильева Елизавета чи пултарулли пулчĕ. Операторсем хушшинче те çĕнтерÿçĕне палăртнă. Вăл - Сиккасси шкулĕнче ĕçлекен (Канаш районĕ) Смелова Алина Юрьевна.
Кăçал июль уйăхӗнче ӳсӗрле руль умне ларнă водительсен айăпӗпе пулнă çул-йӗр инкекӗсен шучӗ сисӗнмеллех ӳснипе çул-йӗр автоинспекторӗсем республикипех тӗллевлӗ рейдсене тухаççӗ, тесе хыпарлать Тутарстанри çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн патшалăх автоинспекцийӗ. 16 кунра кăна çак сăлтавпа республикăри çулсем çинче 18 авари пулнă, вӗсенче 3 çын вилнӗ, 26-шӗ аманнă. Çакăн пек инкексенчен пӗри июлӗн... ❮ ❯ Кăçал июль уйăхӗнче ӳсӗрле руль умне ларнă водительсен айăпӗпе пулнă çул-йӗр инкекӗсен шучӗ сисӗнмеллех ӳснипе çул-йӗр автоинспекторӗсем республикипех тӗллевлӗ рейдсене тухаççӗ, тесе хыпарлать Тутарстанри çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн патшалăх автоинспекцийӗ. 16 кунра кăна çак сăлтавпа республикăри çулсем çинче 18 авари пулнă, вӗсенче 3 çын вилнӗ, 26-шӗ аманнă. Çакăн пек инкексенчен пӗри июлӗн 16-мӗшӗнче Хусан-Оренбург автоçул çинче пулнă. «Хундай Соната» машинăн 37-ри водителӗ ӳсӗрле руль умне ларнăскер, пысăк хăвăртлăхпа хирӗç юхăм çине тухнă та хирӗç килекен ВАЗ 21041 машинăпа пырса çапăннă. ВАЗ 21041 водителӗ сурансене пула вырăнтах вилсе кайнă, 1976 тата 2008 çулхи пассажирсене больницăна ăсатнă. Раççей Федерацийӗн административлă правăна пăсни çинчен кодексӗн 12.8 статйин 1 тата 2-мӗш пайӗсемпе килӗшӳллӗн, ӳсӗрле машинăпа çӳренӗшӗн е транспорта ӳсӗр çынна панăшăн 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ, транспортпа çӳреме ирӗк паракан правана 1,5-2 çула туртса илеççӗ. РФ Уголовнăй кодексӗн 264 статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн, иккӗмӗш хут ӳсӗрле руль умне ларнăшăн е эрех ӗçнине тӗрӗслеттерме килӗшмесен 200-300 пин тенкӗ штраф тӳлеттернинчен пуçласа икӗ çула тӗрмене хупни таранах наказани кӗтет. Ӳсӗрле машинăпа çӳреме юратакансене тата 480 сехет е 2 çулччен обязательнăй йӗркепе ӗçлеттерме те пултараççӗ. Кунсăр пуçне тата вӗсен хăйсен должноçӗпе виçӗ çулччен ӗçлеме те юрамасть. Ӳсӗр водитель айăпӗпе çул-йӗр инкекӗнче çынсем вилсен е сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратсан виçӗ çул таранччен обязательнăй йӗркепе ӗçлеттереççӗ е 4 çулччен ирӗкрен хăтараççӗ (РФ УК 264-мӗш статйин 2-мӗш пайӗ). Енчен те аварире пӗр çын вилсен ӳсӗр водителе 2-7 çула ирӗкрен хăтараççӗ (РФ УК 264-мӗш статйин 4-мӗш пайӗ). Иккӗ е ытларах çын вилсен 4-9 çулччен ирӗкрен хăтараççӗ (РФ УК 264-мӗш статйин 6-мӗш пайӗ).
Кăçалхи кĕркунне тăван районăмăр 95 çулхи сумлă юбилейне паллă тума хатĕрленет. Çавна май çулталăк пуçланнăранпах Юхмапа Пăла тăрăхĕнче паллă куна халалласа мероприятисем, акцисем, мухтавлă ентешсемпе тĕл пулусем иртеççĕ, çав вăхăтрах ял историйĕпе çыхăннă пулăмсене тимлĕх уйăрас тĕллевпе те ĕçсем пыраççĕ, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хута каяççĕ тата ытти те. Акă, иртнĕ шăматкун, июнĕн 4-мĕшĕнче Тăрăн ялĕнче республикăри чи ватă шкулсенчен пĕрне халалласа уçнă палăк та Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкĕпе тата Патăрьел районне йĕркелесе янăранпа 95 çул çитнипе çыхăннă. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие район пуçлăхĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Рубцов, "Чăваш Республикинчи вĕрентỹ институчĕ" хушма пĕлỹ паракан институт ректорĕ, филологи наукисен докторĕ Юрий Исаев доцент, Патăрьелĕнчи Державная Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Александр Синяков иерей, Тăрăнти Николай çветтуй ячĕллĕ храм настоятелĕ Серафим Лялькин игумен тата ытти хăнасем, шкултан вĕренсе тухнă выпускниксем, учительсем, ял халăхĕ хутшăннă. Юлашки çулсенче Тăрăн ял тăрăхĕ ялсене аталантарас, хăтлăлатас, тирпей-илем тытса тăрас тĕлĕшпе пысăк тимлĕх уйăрать. Кăçалхи Çĕнтерỹ уявĕ умĕн çак ялтах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене, тăван яла таврăннă хыççăн пиртен уйрăлнă хисеплĕ ветерансене асра тытса палăк уçрĕç. Пĕлтĕр республика программипе хута янă модульлĕ ФАП таврашне хăтлăлатас тĕлĕшпе те чылай ĕç тунă. Ял çыннисем урамсене йывăç лартассипе те кăтартуллă ĕçлесе пыраççĕ. Пуçару бюджечĕпе те анлăн усă кураççĕ тата ытти те. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Патăрьел районĕшĕн уйрăмах паллă çулталăкра Тăрăнта тепĕр палăк çĕкленни истори пĕлтерĕшлĕ, çитĕнекен ăрушăн пысăк ĕç пулнине палăртнă. Сумлă лару-тăрура ял хăтлăхĕшĕн тăрăшакансене тав тунă, общество пурнăçĕнче хастарлăх кăтартакансене, район аталанăвне тỹпе хывакансене "Патăрьел районне йĕркеленĕренпе 95 çул" медальпе, "Исток" çĕр ĕç фирмин укçи-тенкипе (ертỹçи Александр Илюткин) палăка тума пулăшнисене Тав хучĕсемпе чысланă. Ял çыннисемшĕн çак кун чылайлăха асра юлĕ. Пухăннисене Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти учительсем, вĕренекенсем, Тăрăнти культура çурчĕн ĕçченĕсем юрă-ташăпа савăнтарнă. . Хаклав Светлана АЛЕКСЕЕВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Тăрăнти тĕп шкул директорĕ пулнă: - Тăрăнта çакнашкал палăк çĕкленни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă педагогика коллективĕ чăннипех те вăхăтĕнче тăрăшса ĕçленин "çимĕçĕ".
Çак кунсенче Пăвари Культура центрӗнче вырăнти депутатсем муниципаллă районăн 2016 çулхи социаллă пурнăç тата экономика аталанăвне пăхса тухрӗç. Район активӗпе организацисен ертӳçисемсӗр пуçне пухăва ТР Премьер-министрӗн çумӗ Василь Шайхразиев, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, министерствăсемпе ведомствăсен представителӗсем хутшăнчӗç. Василь Шайхразиев Пăва районӗпе паллашассине «Авангард» пӗрлешӗвӗн... Çак кунсенче Пăвари Культура центрӗнче вырăнти депутатсем муниципаллă районăн 2016 çулхи социаллă пурнăç тата экономика аталанăвне пăхса тухрӗç. Район активӗпе организацисен ертӳçисемсӗр пуçне пухăва ТР Премьер-министрӗн çумӗ Василь Шайхразиев, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, министерствăсемпе ведомствăсен представителӗсем хутшăнчӗç. Василь Шайхразиев Пăва районӗпе паллашассине «Авангард» пӗрлешӗвӗн объекчӗсене курса çаврăннинчен пуçларӗ. Çавăн пекех пăвасем Хусан хăнисене ял хутлăхӗсем мӗнпе пурăннине, вăтам тата пӗчӗк бизнес çитӗнӗвӗсене ятарлă куравсем туса кăтартрӗç. Азат Айзетуллов чирленине пула вăхăтлăха района ертсе пыраймасть, пӗлтӗртенпе больничнăйра. Район темиçе уйăх пуçлăхсăр пурăнать пулсан та, маларах кӗтнӗ пек, ăна улăштарас ыйтăва Канаш пăхса тухмарӗ. Кун йӗркинче 2016 çула пӗтӗмлетсе 2017-мӗшне планлас пӗр ыйту кăначчӗ. Пухура отчет докладне Пăва муниципаллă район пуçлăхӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Ильдар Еремеев турӗ. Вăл ТР Президенчӗ лартнă тӗллевсене пăвасем вăхăтлă тата тӗплӗн пурнăçлани, экономика аталанăвӗн секторӗнчи ӳсӗме упраса хăварни çинчен каларӗ. Промышленность тата ял хуçалăх предприятийӗсемпе вăтам тата пӗчӗк бизнес субъекчӗсем еплерех ӗçлени çинчен район Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Салим Даутов доклад турӗ. Унăн сăмахӗ муниципалитетра патшалăх программисене мӗнлерех пурнăçа кӗртни çинчен пулчӗ. «Авангард» агрофирмăн гене­ральнăй директорӗ Николай Кур­чаткин та икӗ республикăри - Тутарстанпа Чăваш Енри - пи­лӗкшер хуçалăха пӗрлештерсе туса хунă ял хуçалăх предприятийӗ еплерех ӗçлени çинчен каласа пачӗ. «Авангард» ӗçне çулсерен çӗнӗлӗхсем кӗртеççӗ. Çавăнпа унта ӗçлекенсен шучӗ те хушăнсах пырать, халӗ вăл 430-тан иртнӗ. Тавар производствине вырăнтах йӗркелесе агрофирма пӗлтӗр 375 миллион тенкӗ тупăш тунă. Ку вăл кунне 1 миллион тенкӗ ытла. Çавна май хуçалăхра вăтам ӗç укçине те ӳстерме майсем пур. Чи лайăх тăрăшакансене Акатуйсенче çăмăл машинăсем парса хавхалантарма пултараççӗ çак тӗслӗхлӗ хуçалăхра. Василь Шайхразиев район ӗçне лайăх паллăпа хакларӗ. Анчах хăш-пӗр ыйтусем çинче пăвасен тимлӗрех пулмалли çинчен асăрхаттарчӗ. Ку вăл сывлăх сыхлав тата вӗрентӳ отраслӗсем. Вилекенсен шучӗ çуралакансенчен ытларах пулни йышлă халăхлă райо­нăн кăтартăвӗсене пăсать. Вӗренӳре ӗлкӗрсе пырассипе рес­публикăри районсем хушшинче 31-мӗш вырăнта çеç пыни, хăйсен паллă ăсчахӗсемпе мăнаçланакан пăвасене паянхи кун илем кӳрет тесе калама çук. Пӗр кунта татса памалли ыйтусем мар кусем, анчах та çак кăтартусенчен социаллă аталану шайӗ еплерех пулни килет. Çапах Василь Шайхразиев Пăва районӗн экономикипе социаллă пурнăçӗн малашнехи аталанăвӗ çине оптимизмпа пăхать. Мероприяти вӗçленсе пынă май вăл ӗçре палăрнă çынсене правительство наградисемпе чысларӗ. Республикăри вырăнти хăйтытăмлăха аталантарнăшăн ТР Президенчӗн Тав Çырăвне Пăва хулин Ӗçтăвкомӗн ертӳçине Александр Никифорова парса саламларӗ. Нумай çул тăрăшса ӗçленӗшӗн ТР Премьер-министрӗн Тав Çырăвне Валентина Никанорова медсестра тивӗçрӗ.
Пушкăртстанра пурăнакан пĕр арçын килне çăкăр илсе килнĕ те ăна касма тытăннă. Шăпах çав вăхăтра унăн ăшĕнче ылтăнран тунă венчет çĕрĕ курăнса кайнă тесе пĕлтерет Давлекан районĕнче кун çути куракан «Аслыкуль» хаçат. Пушкăртстанра пурăнакан пĕр арçын килне çăкăр илсе килнĕ те ăна касма тытăннă. Шăпах çав вăхăтра унăн ăшĕнче ылтăнран тунă венчет çĕрĕ курăнса кайнă тесе пĕлтерет Давлекан районĕнче кун çути куракан «Аслыкуль» хаçат. Çăкăрне ăна кучченеç тесе пĕлĕшĕ, Давлекан хулинче пурăнаканскер, панă пулнă. Вăл ăна суту-илÿ лавккинче туяннă. Ырă кăмăллă та уçă чунлă арçын çийĕнчех çĕрре хуçине тавăрса пама шутланă. Кĕске вăхăт хушшинче лавккана çăкăр-булкăпа тивĕçтерекен предприятине шыраса тупнă. Ылтăн çĕрĕ хуçи районти пĕр çăкăр пĕçерекен пекарньăра ĕçлекен хĕрарăм пулса тухнă. Вăл ĕç смени пуçланас умĕн венчет çĕррине хывса сĕтел çине хунă, ĕçленĕ май темле майпа ăна çăкăр чусти ăшне ÿкернĕ. Çапла майпа çĕрĕ этеплĕ (порядочный) арçын сĕтелĕ çине çитнĕ. Юрий СНЕГОПАД. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Аксупа Çарăмсан районӗсенче кӗрхи призыва пӗтӗмлетнӗ, тесе пӗлтерет Аксу районӗн «Сальская новь» хаçачӗн сайчӗ. Пӗтӗмлетӳ ларăвӗнче асăннă районсен çар комиссарӗ Дмитрий Палаткин ума лартнă плана çӗр проценчӗпех пурнăçлани пирки каланă. Раççей Федерацийӗн Хӗç-пăшаллă çарӗсене икӗ районтан 48 çамрăка ăсатнă. Кӗрхи призыв вăхăтӗнче хăйсен тивӗçӗсене тăрăшса пурнăçланăшăн çар комиссарӗ Кивӗ Илтрекьел... ❮ ❯ Аксупа Çарăмсан районӗсенче кӗрхи призыва пӗтӗмлетнӗ, тесе пӗлтерет Аксу районӗн «Сальская новь» хаçачӗн сайчӗ. Пӗтӗмлетӳ ларăвӗнче асăннă районсен çар комиссарӗ Дмитрий Палаткин ума лартнă плана çӗр проценчӗпех пурнăçлани пирки каланă. Раççей Федерацийӗн Хӗç-пăшаллă çарӗсене икӗ районтан 48 çамрăка ăсатнă. Кӗрхи призыв вăхăтӗнче хăйсен тивӗçӗсене тăрăшса пурнăçланăшăн çар комиссарӗ Кивӗ Илтрекьел ял хутлăхӗн пуçлăхне В.Альметкина, Саврăшпуç ял хутлăхӗн пуçлăхне В.Николаева, Кивӗ Тимушкелпе Кивӗ Киремет ял хутлăхӗсен яваплă ӗçченӗсене Наталья Яшмурзинăпа Наталья Муртазинăна Тав çырăвӗсем парса хавхалантарнă.
(Майя Игнатьева). Иртнӗ шăматкун, июлӗн 29-мӗшӗнче, Заинск хулинче пуçласа пӗрремӗш хут «Утăфест» («Сенофест») нумай нациллӗ культура тата йăла-йӗрке арт-фестивалӗ иртрӗ. Мероприяти программи, йӗркелӳçӗсем шантарнă пекех, чăннипе те питӗ анлă та интереслӗ пулчӗ. Рыцарьсен турнирӗпе джигитовка ăсталăхӗнчен пуçласа утă капанӗсене ывăтни таранчченех курма пулчӗ кунта. Кунӗпех тимӗрçӗсен, пир тӗртекенсен, ал ӗç,... ❮ ❯ (Майя Игнатьева). Иртнӗ шăматкун, июлӗн 29-мӗшӗнче, Заинск хулинче пуçласа пӗрремӗш хут «Утăфест» («Сенофест») нумай нациллӗ культура тата йăла-йӗрке арт-фестивалӗ иртрӗ. Мероприяти программи, йӗркелӳçӗсем шантарнă пекех, чăннипе те питӗ анлă та интереслӗ пулчӗ. Рыцарьсен турнирӗпе джигитовка ăсталăхӗнчен пуçласа утă капанӗсене ывăтни таранчченех курма пулчӗ кунта. Кунӗпех тимӗрçӗсен, пир тӗртекенсен, ал ӗç, тăм савăт ăстисен, кулинарсен, утăран сувенирсемпе пуканесем ăсталассин мастер-класӗсем иртрӗç. Кăмăл тăвакансем «Эко-хула» площадкăра утăран арт-объектсем ăсталарӗç пулсан, «Экстрим» площадкăра тем пысăкăш таканккапа ярăнчӗç, ятарлă башня çинчен утă купи çине сикрӗç, газонокосилкăсен ăмăртăвне хутшăнчӗç тата ытти те. Ачасене те кичем пулмарӗ утă уявӗнче. Вӗсем хаваспах утăран тунă лабиринтран тухма çул шырарӗç, халăх вăййисене вылярӗç. Кунсăр пуçне ял хуçалăх профессийӗсемпе çывăхрах паллашса вăхăтлăха доярка, механизатор, агроном пулса курчӗç. Экстремаллă тата активлă спорта кăмăллакансем вара утă çулакансен тата «Утăмарафон» ăмăртăвӗсене хутшăнчӗç. Пӗрремӗшӗсем утă çулассинче ăсталăхпа хăвăртлăх кăтартрӗç пулсан, марафона хутшăнакансен вӗренрен тунă элементсенчен тăракан ятарлă дистанцисене çӗре лекмесӗр иртмеллеччӗ. Элмет районӗнчи Ерӗспел ялӗн «Альметьевск рулит» команди те марафонра мӗнпур вăйне хучӗ. Фестивале кайма хавхалантараканӗ, пуçтарса илсе каяканӗ ялти çамрăксен лидерӗ Ольга Шакмакова пулнă иккен.Элмет хулипе районӗнчен фестивале икӗ команда хутшăнчӗ. Пӗрисем эпир, ерӗспелсем, пултăмăр (Ерӗспел клубӗн ертӳçи Екатерина Николаева, клуб аккомпаниаторӗ Ольга Чистова, Элметри политехника техникумӗн студенчӗсем Сергей Мартемьяновпа Руслан Кузьмин). Питӗ кăмăла кайрӗ фестиваль. Утăран çавăн чухлӗ япала тума пулнине пӗлмен те эпӗ. Мӗн кăна тума çук иккен! Фестиваль шайӗнчи арт-объектсен конкурсне те хутшăнтăмăр, килтен утăран «А» саспалли туса кайрăмăр. Ăна суйлани ахальтен мар, вăл пирӗн район центрӗн ячӗн пӗрремӗш саспаллийӗ. «Утăмарафонра» та ăмăртрăмăр. Çӗнтереймерӗмӗр пулсан та асăнмалăх дипломсемпе, тулли кăмăл-туйăмпа таврăнтăмăр, - каласа пачӗ Ольга.
Пирĕн районти кашни ялтах пĕр тĕвве пĕрлешнипе‚ туслăхпа‚ тăрăшулăхпа‚ ĕçченлĕхпе тата тăванлăха çирĕп тытса пынипе уйрăлса тăракан çемьесем пур. Ашкатар ялĕнчи Семеновсен йăхĕ шăпах çакăн пеккисенчен пĕри. Вĕсем савăнăçпа хуйха пĕрле пайлама пĕлеççĕ‚ пĕр-пĕрне тĕрев пулма тăрăшаççĕ. Нумай пулмасть Семеновсен йăх-несĕлне халалласа Ашкатар ялĕнчи клубра илемлĕ уяв иртрĕ. Мероприяти хăнасене культура çурчĕ умĕнче кĕтсе илнипе пуçланчĕ. Сумлă хăнасем чăваш апатне тутанса пăхнă хыççăн фойене иртрĕç. Унта уяв йĕркелÿçисем «Сăн ÿкерчĕксенче истори» тата «Семеновсен çитĕнĕвĕсем» ятлă выставкăсем йĕркеленĕ. Курава Семеновсен çемье представителĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене‚ Хисеп хучĕсемпе медалĕсене тăратнă. Вячеслав Михайлович Ерохин краевед йăх-несĕл йывăççин икĕ туратне питĕ интереслĕ хатĕрленĕ. Вăлах пухăннисене çак ăрăвăн паллă çыннисемпе паллаштарчĕ. Пĕрял çыннисемпе хăнасене ăру уявĕпе Денискино ял Канаш пуçлăхĕ Расим Гафаров саламларĕ. Вăл Семеновсен чи аслă тата чи кĕçĕн ăру представителĕсене асăнмалăх парнесем пачĕ. Вера Денисова районти культура уйрăмĕ ятĕнчен ашкатарсене çакнашкал чаплă уяв йĕркеленĕшĕн чунтан тав турĕ. Федоровка тăрăхĕнчи чăвашсен Канашĕн ĕçтăвком председателĕ Анна Ремпель асăннă ялта йăла-йĕркесене тытса пынине‚ вĕсене çамрăк ăрăва вĕрентнине палăртса хăварчĕ. Ăру уявĕ вăхăтĕнче «Пикесем» ушкăн (ертÿçи – Елена Газизова)‚ «Ашкатар çăлкуçĕсем» халăх ансамблĕн вокал йышĕ‚ «Ашкатар çăлкуçĕсем» ташă ушкăнĕ (ертÿçи – Марс Хайбуллин) илемлĕ концерт номерĕсемпе халăха савăнтарчĕç. Семеновсен хушшинче нумай енлĕ пултаруллă‚ чун-чĕрепе илемлĕ те уçă кăмăллă çынсем пуррине палăртса хăвармалла. Вĕсен несĕлĕнче учительсемпе тухтăрсем, спортсменсемпе педагогсем‚ юрăçсемпе ташăçăсем тата купăсçăсем пулнă. Семеновсене пирĕн районта кăна мар‚ республика тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Вĕсен йăхĕнче ахаль çынсем те‚ ĕçпе пиçĕхнĕ ял ĕçченĕсем те пур паллах. Çак çынсем тÿрĕ кăмăлтан вăй хурса тăван кĕтеспе районшăн тăрăшнă. Асăннă çемье хăйсен йăх-несĕлĕпе паллаштарма ятарласа презентаци те хатĕрленĕччĕ. Залра пухăннисем слайдсем çинче хăйсен тăванĕсене курчĕç‚ туслăн пĕр ял çыннисен ячĕсене аса илчĕç. «Туслă çемье - çĕршыв тĕрекĕ»‚ - тесе калаççĕ халăхра. Семеновсен çемье представителĕсем çине пăхсан‚ халăх сăмахлăхĕ чăн пулнине ăнланса илетĕн. Татьяна ЗАЙНУЛЛИНА. Федоровка районĕ‚ Ашкатар ялĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх 3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ 2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке 1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан 1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла
Программа регламенчӗпе килӗшӳллӗн, эпир ҫак плансене халех ӗҫе яма тата картишсенче ӗҫлеме пуҫлама пултаратпӑр. Анчах та пирӗн ҫакна пӗлмелле: ҫынсем йышӑннӑ схемӑсене хирӗҫлемеҫҫӗ-и? ❮ ❯ Тутарстанра "Пирӗн двор" президент программипе картишсене тирпей-илем кӗртмелли проектсене онлайн сӳтсе явасси пуҫланчӗ. Малтанхи плансене dvor.tatar сайтра пичетлесе кӑларнӑ. Ҫӗнетнӗ сайт ҫынсене ҫыхӑну йӗркелеме тата хӑйсен кил-ҫуртне тирпей-илем кӗртесси ҫинчен каласа пама май парать. Самоозоляци режимӗн условийӗсенче пурӑнакансен сӗнӗвӗсене dvor.tatar, программӑн порталӗнче онлайн йышӑнӗҫ, ҫавӑн пекех "Пирӗн двор" программӑн пӗрлехи номерӗ тӑрӑх та: 8 (800) 27-5-2020. Халӗ сайтра Хусанти Ҫырчаллинчи Анат Камӑри тата Элметри кил-ҫуртсен схемисене пичетлесе кӑларнӑ. Апрелӗн 10-мӗшӗнче программа порталӗнче республикӑри мӗнпур муниципаллӑ районсен картиш территорийӗсен 341 проектне туса пӗтерӗҫ. Районсенче пурӑнакан кашни ҫыннӑн проектировщиксен ӗҫ кӑтартӑвӗсене курма тата проектлама май пултӑр тесе план-схемӑсене сайтра пичетлесе кӑлараҫҫӗ. Тутарстан Республикин Президенчӗн пулӑшаканӗ Наталия Фишман-Бекмамбетова ҫынсемпе килӗшсе татӑлмалли процесӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине палӑртнӑ. "Эпир килсен аслисемпе веҫех сӳтсе яврӑмӑр, мӗншӗн тесен вӗсем пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе ҫыхӑннӑ схемӑсене ҫирӗплетекен уполномоченнӑйсем. Программа регламенчӗпе килӗшӳллӗн, эпир ҫак плансене халех ӗҫе яма тата картишсенче ӗҫлеме пуҫлама пултаратпӑр. Анчах та пирӗн ҫакна пӗлмелле: ҫынсем йышӑннӑ схемӑсене хирӗҫлемеҫҫӗ-и? Кун пирки Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов сӑмахӗ ҫирӗп. Проектлама пуҫласанах вӑл ҫынсен шухӑшӗсемсӗр нимӗн те тума юраманнине палӑртнӑ. Санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвне пула пирӗн тӗлпулусен тепӗр тапхӑрне ирттерме май ҫук. Ҫавӑнпа та эпир схемӑсене ҫынсем валли уҫатпӑр, вӗсем сайт урлӑ тата ятарлӑ хӗрӳ лини урлӑ ҫыхӑнса сӗнӳсем пама пултараҫҫӗ. Ҫуртсенче пурӑнакансенчен комментарисене плана вырнаҫтарнӑранпа виҫӗ кун хушши кӗтеҫҫӗ – апрелӗн 12-мӗшӗччен. Тутарстанӑн ҫурт-йӗрне тирпей-илем кӗртмелли анлӑ программӑна 2019 ҫулта Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов пуҫарнӑ. "Пирӗн двор" программа тӗллевӗсен шутӗнче: ҫулсене юсасси, тротуарсене юсасси, урамри ҫутта юсасси, саксемпе урнӑсем лартасси, ача-пӑча площадкисене хӑйӑрпа грави хутӑшӗ сарасси, ҫавӑн пекех ҫӳпӗ-ҫапӑ пуҫтармалли контейнерсен площадкисем вырнаҫтарассине йӗркелесси.
Тутарстансен тӗнчипе паллă автогонщиксене кăна мар, вӗсем хăвăртлăх участокне мӗнле тухнине те хамăр куçпа курма май пур. Мӗншӗн тесен халăхсем хушшинчи 7-мӗш ралли-марафон республика территорийӗ урлă каять. Сăмах май, вăл ӗнер Мускавра Хӗрлӗ тӳремре старта тухрӗ. Финиш июлӗн 22-мӗшӗнче Китайри Сиань хулинче пулмалла. 90 экипажран тăракан автокараван Раççей-Казахстан-Китай çӗршывӗсем урлă... ❮ ❯ Тутарстансен тӗнчипе паллă автогонщиксене кăна мар, вӗсем хăвăртлăх участокне мӗнле тухнине те хамăр куçпа курма май пур. Мӗншӗн тесен халăхсем хушшинчи 7-мӗш ралли-марафон республика территорийӗ урлă каять. Сăмах май, вăл ӗнер Мускавра Хӗрлӗ тӳремре старта тухрӗ. Финиш июлӗн 22-мӗшӗнче Китайри Сиань хулинче пулмалла. 90 экипажран тăракан автокараван Раççей-Казахстан-Китай çӗршывӗсем урлă пӗтӗмпе 9599 километр иртет. Хусана гонщиксем ыран ирхине 8.30 минутра çитеççӗ те хулан тӗп урамӗсемпе иртсе Пӗтреç районӗнчи Шали поселокне (М-7 федераллă трассăн 581-мӗш километрӗ) каяççӗ. Шăпах кунта вӗсем пӗрремӗш хăвăртлăх участокне (Лайăш, Рыбнослободски, Тюлячи, Мамадыш районӗсем тăрăх 157 километр) иртеççӗ. Малалла Урал тăвӗсем еннелле Елабуга, Çырчалли, Мензелинск урлă каяççӗ. Тутарстансемпе вӗсен хăнисем валли маршрутăн ятарлă вырăнӗсенче «куракансен зонисене» йӗркелеççӗ. Шăп çавсенчен автоспорт фаначӗсем ралли трассăна мӗнле иртнине курма пултараççӗ. Шали поселокне кайма халăх валли тӳлевсӗр автобуссем йӗркелеççӗ. Вӗсем Ярмарка тӳремӗнчен ирхине 7 сехетре, «Хӗвелтухăç» автовокзалтан 8 сехетрен пуçласа кашни çур сехетрен çӳреççӗ. Хусантан юлашки рейс çак кун Шали поселокне 13 сехетре каять. Ралли экипажӗн старчӗсӗр пуçне Тутарстан автомотоспорчӗн федерацийӗ йӗркелекен джип, багги тата квадрациклсен ăмăртăвӗсене те курма пулать. Кунсăр пуçне автораритетсен куравне, вырăнти производительсен таварӗсемпе апат-çимӗçӗн ярмарккине йӗркелеççӗ. Баггипе, квадрациклпа тата сывлăш шарӗсемпе ярăнтараççӗ. Ăмăртăва кунӗпех пысăк экрансем çинче кăтартаççӗ. Каçхине 16 сехетчен концерт та пулать. Ятарлă фотозонăра вара Камаз мастер командин машинисен умӗнче асăнмалăх сăн та ӳкереççӗ.
Савăнăçлă мероприятие уçнă çĕре тата районсенчи чи вăйлă та пултаруллă çынсене саламлама Чăваш Республикин спорт тата физкультура министрĕ Василий Петров, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Сергей Фролов тата Канаш хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Виталий Михайлов хутшăннă. Тĕрлĕ лапамра иртнĕ ăмăртусене 500 яхăн çын хутшăннă: алă вăйне виçнĕ, волейболла, чушкăлла, теннисла, мини-лапталла вылянă, кире пуканĕ йăтнă, çемьесемпе ăмăртнă. Йăлана кĕнĕ спорт вăййисемсĕр пуçне ĕне сăвакансем, утă çулакансем, механизаторсем хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Ял спортсменĕсем хăйсемшĕн те, командăшăн та тупăшнă. Ăмăртура Патăрьел районĕн команди те палăрнă: çăмăл атлетика енĕпе эстафетăра, алă вăй виçессипе пĕрремĕш, кире пуканĕ çĕклессипе, утă çулассипе тата канат туртассипе иккĕмĕш вырăнсене тухнă. Харпăр хăйшĕн иртнĕ ăмăртусенче Гелусе Камалетдинова армреслингра тата кире пуканĕ йăтса пĕрремĕш, алă вăйне виçсе Валентина Петрова пĕрремĕш, Марат Гафаров тата Ремис Велиуллов иккĕмĕш вырăн йышăннă. Утă çулакансенчен Татьяна Кудряшовăпа Александр Кузьмин иккĕмĕш, механизаторсемпе доярсенчен Игорь Ивановпа Саша Шмуллин, кире пуканĕ йăтса Алексей Алексеев виççĕмĕш вырăнлă пулнă. Пĕтĕмĕшле пирĕн район ĕçченĕсем Канашран тăваттăмĕш вырăнпа таврăннă. Республикăра иртнĕ ăмăрту кăтартăвĕсемпе Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командине йĕркелеççĕ, вăл Омск облаçĕнчи Ростовка поселокĕнче июлĕн 26-31-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорт вăййисене хутшăнать.
Ӗнер Тутарстан халăхӗсен III cъезчӗн йӗркелӳ комитечӗн пуçлăхӗ, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин «Татмедиа» агентствора журналистсемпе тӗл пулчӗ. Унта вăл Халăхсен съезчӗ çынсемпе ӗçлемелли формăсенчен пӗри тесе пӗлтерчӗ. Парламент пуçлăхӗ Тутарстан халăхӗсен 1-мӗш съезчӗ 1992 çулта, иккӗмӗшӗ вара 2007 çулта иртни çинчен аса илтерчӗ. «Çав съездсенче хутшăннă халăхсен кăмăлӗсене... ❮ ❯ Ӗнер Тутарстан халăхӗсен III cъезчӗн йӗркелӳ комитечӗн пуçлăхӗ, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин «Татмедиа» агентствора журналистсемпе тӗл пулчӗ. Унта вăл Халăхсен съезчӗ çынсемпе ӗçлемелли формăсенчен пӗри тесе пӗлтерчӗ. Парламент пуçлăхӗ Тутарстан халăхӗсен 1-мӗш съезчӗ 1992 çулта, иккӗмӗшӗ вара 2007 çулта иртни çинчен аса илтерчӗ. «Çав съездсенче хутшăннă халăхсен кăмăлӗсене шута илсе пысăк йышăнусем тунă», - терӗ Фарид Мухаметшин. Хăйне ТР Халăхсен асамблеин председательне суйланăранпа умне лартнă тӗллевсене 100 проценчӗпех пурнăçланă тесе шутлать Мухаметшин. 6 районра Халăхсен туслăхӗн çурчӗсене уçнă, вӗсене автобуссемпе тивӗçтернӗ. Паян республикăри халăхсен виççӗмӗш съездӗнче 1 пине яхăн çын хутшăнать. Вӗсен хушшинче муниципаллă районтан, наципе культура организацийӗсенчен 700 делегат, Чăваш Ен, Марий Эл, Удмурт, Мордва, Пушкăртстан, Ингушети республикисенчи хăнасем.
Февралĕн 9-мĕшĕнче районта Пĕтĕм Раççейри «Раççей йĕре-2019» XXXVII йĕлтĕрпе массăлла уçă ăмăрту иртет. Спорт мероприятийĕсем Пишпÿлек ялĕ, Спортивная урамĕ, 1 адреспа иртĕç. Регистраци 9 сехетре, масс старт 11 сехетре пуçланать. Хĕллехи фестиваль программинче тĕрлĕ инçĕше йĕлтерпе чупăшасси, йышлă вăйăсем, парнесем выляса илесси тата кăçал пĕрремĕш хут биатлон ăмăртăвĕ пулать. Хĕллехи кунра ăшăнма вĕри чейпе тата чуста апачĕпе сăйлĕç. Кăмăл тунисене пурне те çемйипе пĕрле çак куна уçă сывлăшра усăллă ирттерме йыхравлаççĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Чăваш халăх сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх, январь уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, чӗлхеҫӗ, поэт, ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент Петр Яковлевич Яковлев пурнӑҫран уйрӑлса кайнă. Литературӑра ӑна Петӗр Яккусен ятпа пӗлеҫҫӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӑслӑлӑхӑн аслӑ ӗҫченӗ пулнӑ. Чăваш халăх сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх, январь уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, чӗлхеҫӗ, поэт, ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент Петр Яковлевич Яковлев пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Литературӑра ӑна Петӗр Яккусен ятпа пӗлеҫҫӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӑслӑлӑхӑн аслӑ ӗҫченӗ пулнӑ. Петӗр Яккусен 1950 ҫулхи июль уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Мӑн Шетмӗ шкулӗнче вӗреннӗ, унтан И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе филологи факультетне кӗнӗ 1990 ҫулта филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ, 1996 ҫулта – доцент. Вӑл куҫару ӗҫӗпе те тӑрӑшнӑ, ытларах – тӗн литератури енӗпе. Петр Яковлевич «Евангелия от Луки», «Четвероевангелия», «Библия для детей», «Новый Завет» тата ытти кӗнекене чӑвашла куҫарнӑ. Вӑл «Кумаляк», «Эснереш», «Тӑм тӑвайкки вӑййисем», «Уй варринче», «Юман чӗлхи» тата ытти кӗнеке авторӗ. Петр Яковлевпа кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 9.30-10.30 сехетсенче Шупашкарта Республика пульницин асӑнмалли залра сывпуллашӗҫ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Мёрт тата Мозель (франц. Meurthe-et-Moselle) — Францин çурçĕр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă, Лотаринги регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 54. Администрациĕ Нанси] хулинче вырнаçнă. Халăх йышĕ 713,8 пин (1999) çын. ГеографиПравить Департамент лаптăкĕ 5 246 км² танлашать. Департамент урлă Мёрт, Мозель, Шьер тата Везуз юханшывсем юхаççĕ. Департамент шутне 4 округ, 44 кантон тата 594 коммуна кĕреççĕ. ИсториПравить Мёрт тата Мозель департаменчĕ 1871 çулта франксемпе пруссем хушшинчи вăрçă хыççăн йеркеленнĕ. Унта 1790 çулхи пуш уйăхĕнче йĕркеленнĕ Мёрт и Мозель департаменчĕсенчен юлнă çĕрсем кĕнĕ.
(Константин Малышев). Нурлат пире яланхи пекех хаваслă йăл-кулăпа кӗтсе илчӗ. Çанталăкӗ те икӗ кун тăтăш çумăр çунă хыççăн уяр тăчӗ. Хулара юпасем çинчи тăвăр плакатсенчен те, сарлака билбордсенчен те «Ырă сунса кӗтетпӗр Уява!» тесе чăвашла çырса хунисем июлӗн 8-мӗшӗнче яланхи вырăна пухăнма чӗнеççӗ. Çынсем хӗвелшӗн тунсăхласа çитнӗ тейӗн, эртелӗ-эртелӗпе «Уяв-2017»... ❮ ❯ (Константин Малышев). Нурлат пире яланхи пекех хаваслă йăл-кулăпа кӗтсе илчӗ. Çанталăкӗ те икӗ кун тăтăш çумăр çунă хыççăн уяр тăчӗ. Хулара юпасем çинчи тăвăр плакатсенчен те, сарлака билбордсенчен те «Ырă сунса кӗтетпӗр Уява!» тесе чăвашла çырса хунисем июлӗн 8-мӗшӗнче яланхи вырăна пухăнма чӗнеççӗ. Çынсем хӗвелшӗн тунсăхласа çитнӗ тейӗн, эртелӗ-эртелӗпе «Уяв-2017» лапамне васкаççӗ. Кăçал нурлатсем ăна 11-мӗш хут ирттереççӗ. Маларах çулсерен Кама леш енчи районсем тăрăх куçса çӳрекен чăвашсен Республика «Уявӗ» Пӗтӗм Раççей шайне çӗкленсе Нурлатра тӗпленчӗ. Ăна ирттерме кунти администраци те, вырăнти чăвашсем те хăнăхса (тен, ывăнса та) çитнӗ пулмалла, çулсерен лайăхрах тума тăрăшаççӗ. Вӗсем çӗнӗрен те çӗнӗ йăласем шутласа кăларса авалхи Уявăн карти çумне «çыпăçтараççӗ». Тӗслӗхрен, шыва пуç кăшăлӗ ярасси, телей йывăççи çине хăю çыхасси, уяври чи хитре хӗре суйласси, чи лайăх сăра вӗретекене палăртасси, чи ăста купăсçа чысласси тата ытти те. Килнӗ чаплă хăнасен мăйӗнчен тӗрленӗ тутăр çакса ярса бейсболка тăхăнтарасси те Нурлатри Уявăн йăли. Сăмах май, кăçалхи Уява Шупашкартан йышлă юрă-ташă ăстисемпе пӗрле Чăваш Ен Патшалăх Канашӗн Председателӗ В.Н.Филимонов, ЧР культура министрӗ К.Г.Яковлев, Чăваш Наци Конгресӗн президенчӗ Н.Ф.Угаслов, Тутарстанра çуралнă чăвашсен Шупашкарти «Пăлхар» ентешлӗхӗн ертӳçин çумӗ В.В.Сандимиров килнӗччӗ. Тутарстан пуçлăхӗсен ятӗнчен ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Р.А.Ратникова пирӗн парламент депутачӗсен йышлă делегацине ертсе килнӗ. Вӗсемсӗр пуçне Уяв хапхи умне Тутарстанра этем прависене хӳтӗлес енӗпе ӗçлекен полномочиллӗ представитель С.Х.Сабурская, РФ Патшалăх Думин депутачӗ А.Н.Хайруллин, Çӗпрел район пуçлăхӗ А.В.Шадриков, Аксу район пуçлăхӗ К.К.Гилманов, Элкел район пуçлăхӗ А.Ф.Никошин килсе çитрӗç. Вӗсене ТР ЧНКА Канашӗн председателӗ Д.А.Самаренкин, Нурлат районӗн пуçлăхӗ Р.А.Кузюров, Ӗçтăвком пайташӗсем кӗтсе илчӗç. Унччен маларах чиновниксем Ерепьел ялӗнче Президент программипе лартнă çӗнӗ Культура çуртне уçрӗç. «Уяв-2017» 10.30 сехетре пуçланчӗ.
Çапла ят панăччӗ чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши Николай Сергеевич Семеновăн 2012 çулта пичетленсе тухнă «Чун ăшши» кӗнекин умсăмахне. Унта вăл Тутарстанри Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни ялӗнче пурăнакан сăвăçăн ӗçне пур енлӗн хакланă. «Николай Семеновăн сăввисем тӗлӗнмелле, чӗрене ярса илеççӗ, чуна пырса тивеççӗ. Ялти поэтăн кашни йӗрки чунӗ витӗр тухнă.... ❮ ❯ Çапла ят панăччӗ чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши Николай Сергеевич Семеновăн 2012 çулта пичетленсе тухнă «Чун ăшши» кӗнекин умсăмахне. Унта вăл Тутарстанри Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни ялӗнче пурăнакан сăвăçăн ӗçне пур енлӗн хакланă. «Николай Семеновăн сăввисем тӗлӗнмелле, чӗрене ярса илеççӗ, чуна пырса тивеççӗ. Ялти поэтăн кашни йӗрки чунӗ витӗр тухнă. Ӗçе юратакан чăвашăн чунӗ те хитре, чӗри юрлать. Çак туйăмсене вăл хăйӗн хайлавӗсенче çырса кăтартать», - тесе палăртнă Михаил Николаевич. Çакă тӗрӗс те. Кунсăр пуçне Н.Семеновăн ытти талантсем те çителӗклех. Ялти ӳнерçӗн, скульпторăн, сăвăçăн килӗнче пулса курма тӳр килнӗччӗ темиçе çул каялла. Çурта кӗрсенех тӗрлӗрен ӳкерчӗксем, йывăçран касса ту­нă йышлă кӳлепесем куçа курăннăччӗ. Куçӗ вăл вăхăтра япăх курнă пулин те тӗрлӗ япаласем касса кăларма, ӳкерме пăрахман Николай Сергеевич. Сăвăсем çырмасăр та чăтаймасть ун чунӗ. Эпир пыриччен çеç сăвăç чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши çинчен питӗ çе­пӗç те хитре йӗркесем хайланăччӗ. Ӳкерчӗкӗсем, скульп­турисем мӗнле çурални çинчен те тӗплӗн каласа панăччӗ пире ун чухне ăста. Çавăн хыççăн темиçе хутчен те тӗл пулнă ылтăн алăллă, пултаруллă чăваша. ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен пӗрлӗхӗн пайташӗ пулнă май, союз ӗçне активлă хутшăнать вăл, сывлăхӗ хавшаса пырать пулин те, кашни пухурах сăмах тухса калать. Николай Сергеевич 1931 çул­хи декабрӗн 15-мӗ­шӗнче Чăваш Майни ялӗнче вăрманçă çемйин­че çуралнă. Çамрăклах çурма тăлăха юлнă. Ашшӗ Сер­гей Се­менович вăрçăра пуç хунă. Тăваттăмӗш класс хыç­çăнах вӗренӗве пăрахса аслисемпе пӗрле ӗçе кӳлӗнме, амăшне Агриппина Григорьев­нăна пур енлӗн пулăшма тивнӗ. Тăватă ача юлнă вӗт-ха вӗсем амăшӗн. Пӗчӗкӗллех Коля выльăх кӗтнӗ, тӗрлӗ ӗçе çӳренӗ. 40 çул ытла колхозра вăй хунă, платникре, кладовщик­ре, ферма заведующийӗнче, кочегарта, хуралта тăрăшнă. Тивӗçлӗ канура та ахаль лармасть: сăвăсем çырать, ӳкерет, йывăçран питӗ илемлӗ кӗлеткесем ăсталать. Унăн поэзине ЧР Писательсен союзӗн правленийӗн председателӗ, ЧР халăх писателӗ, академик Юхма Мишши пысăка хурса хакланă. Вăлах сăвăсене йӗркене кӗртме, кӗнеке кăларма пулăшнă. Çавна май 2012 çулта сăвăçăн пӗрремӗш кӗнеки пичетленсе тухнă. Унта Н.Семеновăн тӗрлӗ çулсенчи сăввисем кӗнӗ. Çавăн хыççăн сăвăç пултарулăхӗ тата та малалла аталаннă, çӗнӗ çитӗнӳсем патне илсе çитернӗ. Николай Семенов Алексей Талвир премийӗн лауреачӗ, 2012 çултанпа Раççей Писательсен союзӗн пайташӗ. Часах сăвăç чаплă юбилейне - çуралнăранпа 85 çул çитнине паллă тăвать. Çак кунпа ăна чӗререн, хӗрӳллӗн саламлатпăр, пултарулăхӗнче çӗнӗ çитӗнӳсем сунатпăр.
ТАКА 21.III - 20.IV Арлă-арăмлисемшӗн хутшăнусене йӗркелесси, шанчăклăх, яваплăх илме пултарни малти вырăнта пулӗ. Пӗчченнисен вара хăйсенчен кăшт аслăрах çынпа паллашма шанчăк пур, хăшӗсем авланма е качча кайма шутлӗç. Хут ӗçӗсем, çулçӳревсем ăнаççӗ. Элексене ан шанăр, канмалли кун интереслӗ çынпа тӗл пулатăр. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Яваплăх илме хăюлăх çитерсен... ТАКА 21.III - 20.IV Арлă-арăмлисемшӗн хутшăнусене йӗркелесси, шанчăклăх, яваплăх илме пултарни малти вырăнта пулӗ. Пӗчченнисен вара хăйсенчен кăшт аслăрах çынпа паллашма шанчăк пур, хăшӗсем авланма е качча кайма шутлӗç. Хут ӗçӗсем, çулçӳревсем ăнаççӗ. Элексене ан шанăр, канмалли кун интереслӗ çынпа тӗл пулатăр. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Яваплăх илме хăюлăх çитерсен ӗçре çитӗнӳсем пулӗç. Хуçалăхра кирлӗ япала туянма лайăх вăхăт. Укçа-тенкӗ ыйтăвӗсене татса паратăр, анчах ку темăпа юлташсемпе ан калаçăр, ăнланмӗç. Малашнехи плансем тума та аван тапхăр. ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI Ку эрнере эсир пысăк хăюлăхпа палăрса тăратăр. Юратуллă хутшăнусен çирӗплӗхне хаклама пуç­латăр, мăшăрсен туйăмӗсем те вăйланаççӗ. Ачасене пурнăçри тӗп правилăсене лăпкăн ăнлантарма пултаратăр. Канмаллисене юлташсемпе ирттерни кăмăлăра çӗклӗ. РАК 22.VI - 22.VII Ку эрнере кил-çурта хăтлăх кӗртмелле. Пуçарнă юсав ӗçӗсем ăнса пыраççӗ. Çемьере кам мӗншӗн явап­лă пулнине татса пама ырă вăхăт. Аслисене тимлӗх уйăрма ан манăр. Харпăр комплекссемпе кӗрешмелли тапхăр. Закона пăсасран асăрханăр, канмаллисенче тӗллевӗре интереслӗ майпа пурнăçлатăр. АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII Тунтикунран пуçласа кӗçнерникунч­чен вăхăта юлташсемпе хаваслă ирттеретӗр. Хăвăрпа пӗр шухăшлисемпе канашласа чылай ыйтусене татса паратăр. Малашлăха плансем туса хумашкăн ырă вăхăт. Тӗплӗ те ăслă-тăнлă пулни интереслӗ çынсене илӗртӗ. Аманасран асăрханăр. ХӖР 24.VIII - 23. IX Тӗллевлисемшӗн тухăçлă эрне, си­ре ытларах хисеплеме пуçлаççӗ. Хăшӗсене должноçпа ӳстерӗç, власть ӳсет. Укçа-тенкӗпе пулăшакансем пулӗç. Эрнекун мăшăрпа е ӗçтешсемпе проблемăсене сӳтсе явмалла мар, ăнлану пулмӗ. Улталама пултараççӗ. Лартнă тӗллеве пурнăçлама хăюллă пулмалла. ТАРАСА 24.IX - 23.X Ку эрнере пӗлӳ шайне ӳстермелле, тӗнпе, философипе интересленни усă кӳрӗ. Инçете çулçӳревсем ăнаççӗ. Пурнăçра нумай ыррине вӗрентекен интереслӗ çынпа паллашатăр. Кăткăс кун - эрнекун. Çак вăхăта кирлӗ ӗçсене плана ан кӗртӗр. Канмаллисенче мăшăрпа хутшăнусем лайăхланаççӗ. СКОРПИОН 24.X - 22.XI Çак тапхăрта çынсенчен кăшт аяк­карах пулма тăрăшмалла. Тӗпчев­сем тума, кăткăс ыйтусемпе ӗçлеме кăмăллакансен ӗçӗсем ăнаççӗ. Сисӗмлӗх, çынсен мотивӗсене ăнланас пултарулăх ӳсет. Эрне вӗçӗнче юрату енӗпе ăнланманлăхсем пулӗç. Сывлăха çирӗплетесси пирки шутлăр. УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII Ку эрнере мăшăрпа хутшăнусене йӗркелесси çинчен шутламалла. Пӗрлехи плансем, ӗмӗтсем мăшăрланăва çирӗплетӗç, çемье юлташӗн канашӗсем те усăллă пулӗç. Куçман пурлăхпа çыхăннă ыйтусене хальлӗхе ан çӗклӗр. Мăшăрăр тăванӗсемпе хирӗçесрен асăрханăр. ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I Сывлăх пӗрремӗш вырăнта пулмалла, шала кайнă чирсенчен сип­ленме пултаратăр. Ӗçсене тирпее кӗртмелле, вăй-хал пурри кăткăс ыйтусене те кӗске вăхăтрах татса пама пулăшӗ. Эрнекун кăна çынсемпе тавлашусем пулма пултараççӗ, пӗр-пӗрне ăнланманнипе. ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II Ку эрнере пуçланнă романтикăлла çыхăнусем çăмăлттай пулмӗç, хăшӗсем мăшăрланасси пирки те шутлӗç. Спортпа аппаланакансем пысăк çитӗнӳсем тăвӗç. Творчествăлла ӗçсем те ăнаççӗ. Имиджа улăштарни усса кайӗ. Азартлă вăйăсенчен асăрханăр, укçăра çухатма пултаратăр. ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III Çак тапхăрта кил-çурт ӗçӗсемпе нумай аппаланма тивӗ, уйрăмах пахча е сад пуррисен. Çемьери хутшăнусене лайăхлатмашкăн ырă вăхăт. Ашшӗ-амăшӗсемпе тавлашнисем килӗштерме майне тупӗç. Эрнекун çивӗч калаçусенчен пăрăнма тăрăшăр, пӗр-пӗрне ăнланма йывăр пулӗ.
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх 3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ 2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке 1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан 1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла
Раççей «Спутник V» кăшăлвирус вакцинин сутмалли чи пысăк хакне пĕлтернĕ. Производитель палăртнă тăрăх, Раççей сывлăх сыхлав министерстви препарата 1942 тенкĕпе регистрациленĕ. Вакцина икĕ компонентран тăрать. Раççей «Спутник V» кăшăлвирус вакцинин сутмалли чи пысăк хакне пĕлтернĕ. Производитель палăртнă тăрăх, Раççей сывлăх сыхлав министерстви препарата 1942 тенкĕпе регистрациленĕ. Вакцина икĕ компонентран тăрать. Правительство «Спутник V» вакцинăна пурнăçшăн кирлĕ эмел препарачĕсен шутне кĕртнĕ. Раççей çыннисемшĕн вакцинаци тÿлевсĕр тата хăй ирĕкĕпе пулĕ. Препарата ваккăн сутма палăртмаççĕ. Кăшт маларах Пушкăртстана икĕ компонентран тăракан Н. Ф. Гамалеи ячĕллĕ Центр хатĕрленĕ Гам-КОВИД-Вак вакцина килсе çитнĕ. - Раççей Президенчĕ хушăвĕ тăрăх, кăшăлвирус чирĕпе кĕрешмелли çĕнĕ тапхăр пуçлатпăр. Республикăна Н. Ф. Гамалеи ячĕллĕ Центрăн икĕ компонентран тăракан Гам-КОВИД-Вак вакцинăн 1200 дозине илсе килнĕ. Чи малтан кăшăлвируспа чирлекенсемпе ĕçлекен теветкеллĕх (риск) ушкăнне кĕрекенсене – медицина ĕçченĕсене, учительсене, социаллă ĕçченсене прививка тăвăпăр, - тесе çырнă республика пуçлăхĕ Радий Хабиров. Çавăн пекех республика пуçлăхĕ çулталăк вĕçлениччен вакцинăн тепĕр пысăк партийĕ килсе çитмеллине, кăшăлвирусран тăвакан прививка тÿлевсĕр пулнине, ăна тухтăрсен хушăвĕпе патшалăх пульницисемпе поликлиникăсенче çеç тунине пĕлтернĕ. Уйрăм медицина учрежденийĕсенче COVID-19 инфекцие хирĕç вакцинăсем çук. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
(Ирина Кузьмина. Л.Осипова сăнӳкерчӗкӗ). Шăматкун, декабрӗн 2-мӗшӗнче, Çӗпрел районӗнчи Аксу шкулӗнче питӗ хӗрӳ кун пулчӗ. Кунта Аксу ял хутлăхӗн пуçлăхӗн А.Храмовăн кубокӗшӗн районти шкулсен хӗр ачасен (2002-2003 çулхисем) командисен хушшинче мини-футбол турнирӗ иртрӗ. Тӗп приза - кубока - çӗнсе илес тесе Аслă Аксу, Хулаçырми, Чăваш Çӗпрел, Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ... ❮ ❯ (Ирина Кузьмина. Л.Осипова сăнӳкерчӗкӗ). Шăматкун, декабрӗн 2-мӗшӗнче, Çӗпрел районӗнчи Аксу шкулӗнче питӗ хӗрӳ кун пулчӗ. Кунта Аксу ял хутлăхӗн пуçлăхӗн А.Храмовăн кубокӗшӗн районти шкулсен хӗр ачасен (2002-2003 çулхисем) командисен хушшинче мини-футбол турнирӗ иртрӗ. Тӗп приза - кубока - çӗнсе илес тесе Аслă Аксу, Хулаçырми, Чăваш Çӗпрел, Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей, Кивӗ Кахăрлă, Матак, Упи тата Хурăнвар-Шăхаль шкулӗсен спортсменӗсем вăя хӗрхенмерӗç. Çапах та вăйли хальхинче те Аксу шкулӗн команди пулни палăрчӗ. Вӗсем кубока алăран вӗçертмерӗç. Кунта тӗлӗнмелли те çук-ха, мӗншӗн тесен мини-футболта чи вăйлă хӗрсем шăпах çак шкулта вӗренеççӗ. Вӗсем шкул ачисен Спартакиадинче пӗрре мар çӗнтернӗ. II вырăна Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей, III вырăна Хулаçырми команди йышăнчӗ. Çӗнтерӳçӗсене кубоксăр пуçне медальпе, дипломсемпе тата Хисеп хучӗсемпе чысларӗç. Аслă Аксу командишӗн (Анастасия Григорьева, Мария Мутина, Дарья Мутина, Алиса Искендерова, Снежанна Исаева, Мария Унискова, Анжелика Трифонова, Ксения Шакина) мини-футбол ăмăртăвӗсем пуçланаççӗ кăна-ха, вăл çитес вăхăтра шкул ачисен Спартакиадин зонăри тапхăрӗнче район чысне хӳтӗлет. Хӗрсене зонăри тапхăрта та çӗнтерсе финала тухма ăнăçу сунатпăр.
( Ирина Кузьмина. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Çыравçăсен пӗрле пуçтарăнсан сӳтсе явмалли ыйтăвӗсем сахал мар, сăмах кунта çулталăкра тунă ӗçсем çинчен кăна пымасть. Ку енӗпе савăнмалли пур пирӗн, 3-мӗш съезд хыççăн çулталăк кăна иртрӗ пулин те, çыравçăсен темиçе кӗнеки пичетленме ӗлкӗрчӗ. Калăпăр, Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинче пурăнакан М.Константинов хăйӗн 90 çулхи юбилейӗ... ❮ ❯ ( Ирина Кузьмина. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Çыравçăсен пӗрле пуçтарăнсан сӳтсе явмалли ыйтăвӗсем сахал мар, сăмах кунта çулталăкра тунă ӗçсем çинчен кăна пымасть. Ку енӗпе савăнмалли пур пирӗн, 3-мӗш съезд хыççăн çулталăк кăна иртрӗ пулин те, çыравçăсен темиçе кӗнеки пичетленме ӗлкӗрчӗ. Калăпăр, Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинче пурăнакан М.Константинов хăйӗн 90 çулхи юбилейӗ умӗн икӗ кӗнеке кăларчӗ. Асăнса хăварар, авторăн вӗсем шучӗпе 16-мӗшпе 17-мӗш кӗнекисем пулчӗç. Нумай пулмасть Нурлатри «Туслăх» хаçат ӗçченӗсем те «Асамат кӗперӗ» кӗнекепе савăнтарчӗç. Унта вӗсем районти чăваш çыравçисен кăна мар, пултаруллă чăваш ачисен те хайлавӗсене кӗртнӗ. ТР Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗн Николай Сорокинăн «Вечная Волга» виçӗ томлă романӗ чăвашла куçарăнса («Аттеçӗм Атăл») пичетленчӗ. Тепӗр çитӗнӳ пирки те асăнмалла, Тутарстанри чăваш çыравçисен ӗçӗсемпе «Тăван Атăл» журналăн пӗр номерӗ тухрӗ. Çыравçăсем прозăра кăна мар, поэзире те сисӗнмелле çитӗнӳсем турӗç. Пăва районӗнче пурăнакан Н.Зиминăн «Çăка çемйи» поэмине чăваш тӗнчинчи çулталăк поэми теме пулать. Темăна тарăн уçса çăка йывăçӗ урлă халăх шăпи, пултарулăхӗ, пурнăçӗпе паллаштарса вулакана тарăн шухăша яракан çак поэма ӗмӗрлӗхе юласси иккӗленӳллӗ мар. Çыравçăсем чăвашсен сумлă çыннисем çинчен çырнă хайлавсен ярăмне кăларасси пирки те асăнчӗç. Çапла майпа СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ пулнă П.Дементьев, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă С.Коновалов тата ытти паттăр-чăвашсем çинчен çырса вӗсем çинчен астăвăма пулас ăрусем валли хăвармаллине палăртрӗç.
Унăн йĕркипе сÿрĕк мар кăмăллă çынсем больницăра сипленекен ачасем валли теттесемпе бокссем хатĕрлеççĕ. Коробкăсене процедура кабинетĕнче вырнаçтараççĕ. Укол тутарма килнĕ ача хăюлăхшăн хăйне валли парне суйласа илме пултарать. Унта пĕчĕк пациентсене куççульне пытарма пулăшакан мĕнпур япала - брелоксем, хунарсем, пуканесем, машинăсем, роботсем, пĕчĕк лего пуххисем - пур. Çак кунсенче район центрĕнче те пухмалли пункт пулса кайнă. Ăна Алия Баева предприниматель хăйĕн ĕç вырăнĕнче йĕркеленĕ. Пирĕн районта проект пуçаруçи те вăл пулса тăрать. Кăмăл тăвакан кашни çын, коробкăна пысăк мар парне хурса, ачашăн больницăри йывăр кунсене çăмăллатма пултарать. Теттесем пурте çĕнĕ пулмалла, мĕншĕн тесен больницăри ачасен иммунитечĕ вăйсăрланнă. Коробкăна çемçе, ванакан, тÿсĕмлĕ мар, шĕвĕр кĕтеслĕ теттесем, косметика тата заколкăсем хума юрамасть. Толбазăсем пухнă пĕрремĕш хăюлăх коробкине йĕркелÿçĕ район больницин сотрудникне (ÿкерчĕк çинче) панă те ĕнтĕ. Пухмалли пунктсем çак адрессемпе вырнаçнă: Толбазă ялĕ, Ленин урамĕ, 113, «Озон», Ленин урамĕ, 82, «Кулинария», Ленин урамĕ, 2 «б», «Тирмэ». Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
«Ачасем выляса алхасса кайнă. Хĕр ача шкаф çине хăпарса кайнă тата унтан батут çине сикнĕ. Шкаф тÿрремĕн ача çине ÿкнĕ. Хĕр ача вилнĕ. Инкек пулса иртнĕ вырăна килсе çитнĕ «васкавлă пулăшу» ĕçченĕсем ача вилнине çирĕплетнĕ», — каласа панă пуплешекен çын. Ачасем çитĕннĕ çемье ăнăçлă пулни паллă. Инкек пулса иртнĕ вăхăтра юнашар пÿлĕмре ашшĕ-амăшĕнчен пĕри пулнă. «Асăннă факт тăрăх следстви умĕнхи тĕрĕслев пырать», — пĕлтернĕ «Башинформ» агентствăна регионти Следстви комитечĕн пресс-службинче. «Башинформ» ИА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Удмурт Республикин Пичет тата массăллă коммуникацисен агентстви «Кенеш» журналпа пӗрле февралӗн 15-мӗшӗнчен «Удмурт чӗлхипе чи лайăх литература произведенийӗ - 2018» конкурса заявкăсем йышăнма тытăнчӗ. Конкурсăн тӗллевӗ - талантлă литераторсен потенциалне ӳстерме пулăшасси, халăха çыравçă ӗçӗпе интереслентересси, пултаруллă çамрăксене пулăшасси. Конкурса удмурт чӗлхипе çыракан хуть мӗнле автор та хутшăнма пултарать. Ӗçсене... ❮ ❯ Удмурт Республикин Пичет тата массăллă коммуникацисен агентстви «Кенеш» журналпа пӗрле февралӗн 15-мӗшӗнчен «Удмурт чӗлхипе чи лайăх литература произведенийӗ - 2018» конкурса заявкăсем йышăнма тытăнчӗ. Конкурсăн тӗллевӗ - талантлă литераторсен потенциалне ӳстерме пулăшасси, халăха çыравçă ӗçӗпе интереслентересси, пултаруллă çамрăксене пулăшасси. Конкурса удмурт чӗлхипе çыракан хуть мӗнле автор та хутшăнма пултарать. Ӗçсене 2018 çулхи ноябрӗн 10-мӗшӗччен çак адреспа ямалла: Удмурт Республики, Ижевск хули, Пастухов урамӗ, 13-мӗш çурт, «Кенеш» журнал редакцийӗ. Конкурса 2019 çулхи январь уйăхӗнче пӗтӗмлетеççӗ. Конкурс положенийпе Удмурт Республикин Пичет тата массăллă коммуникацисен агентствин сайтӗнче паллашма пулать.
Сайт тĕллевĕпе килĕшӳллĕн вĕрентекенсем ашшĕ-амăшне тăван чĕлхепе кил-йышра тата вĕренӳ учрежденийĕсенче усă курассипе çыхăннă паха материал параççĕ. Сайт пĕрмаях çĕнĕ материалпа пуянланать. Сайта Чăваш Республикинче вĕрентӳ процесне тытса пыракан тăватă чĕлхепе усă курса калăпланă: чăвашла, вырăсла, тутарла тата ирçелле. Малашне хăш-пĕр материал урăх чĕлхепе пулма пултарĕ: тĕслĕхрен, украинла, азербайджанла е таджикла. Пур текста та пĕтĕм тăватă чĕлхене куçарман: хăш-пĕр текст вырăсла, чăвашла е ытти чĕлхепе кăна. «Икĕ чĕлхеллĕ ачасем» проекта Чăваш Республикин Вĕренӳпе çамрăксен политикин министерстви тата вĕрентӳ институчĕ пулăшнипе «Хавал» пĕрлешӳ хатĕрленĕ. Ытти чĕлхерен куçаракансене (тăватă тĕп чĕлхесĕр пуçне) хапăл тăватпăр. Проекта хутшăнакансем Эктор Алос и Фонт, Светлана Андрианова, Александра Бачурина, Александр (Алпарух) Блинов, Василий Бокин, Елена Бычкова, Настюшка Владимирова, Алина Григорьева, Ольга Иванникова, Вячеслав Иванов, Наталия Иванова, Алексей Леонтьев, Юлия Лутошкина, Настя Мелкова,Оля Михайлова, Ираида Мукина, Галина Мулюкова, Геронтий Никифоров, Ольга (Ульпи) Николаева, Ирина Сарбаева, Ольга Семенова, Лада Сергеева, Анна Степанова, Настя Чернова, Иван Шакин, Rostam Battal И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ
Сергей Федорович Платонов - тӗнчипе паллă историк. Вăл патша вăхăтӗнче шкулсем валли вырăс историйӗн кӗнекисене кăларассипе палăрнă. Пысăк тӗпчевсем ирттернӗшӗн истори ăслăлăхӗсен докторне 1908 çулта Раççей наука академийӗн член-корреспондентне суйласа лартаççӗ. Платонов ӗçӗсем цензурăран хăраманнипе уйрăлса тăраççӗ, тен çавăнпа пулӗ, влаçа большевиксем килсен ăна ытлашши тӗкӗнмеççӗ. Анчах та шкулсем валли... ❮ ❯ Сергей Федорович Платонов - тӗнчипе паллă историк. Вăл патша вăхăтӗнче шкулсем валли вырăс историйӗн кӗнекисене кăларассипе палăрнă. Пысăк тӗпчевсем ирттернӗшӗн истори ăслăлăхӗсен докторне 1908 çулта Раççей наука академийӗн член-корреспондентне суйласа лартаççӗ. Платонов ӗçӗсем цензурăран хăраманнипе уйрăлса тăраççӗ, тен çавăнпа пулӗ, влаçа большевиксем килсен ăна ытлашши тӗкӗнмеççӗ. Анчах та шкулсем валли кӗнеке кăларма чараççӗ. Çапах та вăл çырнă «Учебник русской истории» 1917 çулта кун çути курса ӗлкӗрет. Каярах ăна ют çӗршывра та пичетлесе кăлараççӗ. Çак кӗнеке пуçламăшӗнче Сергей Платонов славян, каярах вырăс халăхӗн аталанăвӗ çине ытти халăхсем еплерех витӗм кӳни çинчен çырать. Çав шутра атăлçи пăлхарсене те асăнать. Унăн кӳртӗм пайӗнче (1992 çулта Мускаври «Прогресс-политика» издательствора çӗнӗрен пичетлесе кăларнă кӗнекен 26-мӗш старници) çапла çырни те пур: «С падением Хозарского царства булгары существовали самостоятельно, но много терпели от русских и были окончательно разорены в XIII в. татарами (их потомки, чуваши, теперь слабое и малоразвитое племя).» Истори тăрăх паллă, 1917 çулта чăваш халăхне ирӗке кăларса статусне çӗклес текен революционерсем пуçӗсене йăтма кăна пуçланă-ха, ку Платоновăн 100 çул каяллахи хакӗ. Çапах та историк çирӗплетсех калать: пăлхарсен тăхăмӗсем - чăвашсем. Кунта нимӗнле иккӗленӳ те çук. Хăйӗн историлле тӗпчевӗсемпе тӗнче шайӗнче палăрнă ученăя ӗненмесӗр пултараймастпăр. Вăл вăхăтра кӗнекесене коммунизм витӗмӗсӗр, тӗрӗслӗхе пăхăнса çырнă. Мӗншӗн-ха тутар историкӗсем 100 çул каяллахинчен урăхларах шухăша сарма тăрăшаççӗ? Тӗне пула тетӗр-и? Кун çинчен Платонов та çырать: «Сношения с арабами и хозарами распространили между булгарами магометанство и некоторую образованность.» Хамăр аваллăх çине тинкеререх пăхсан эпир чăвашсен тумӗнче (качча кайнă хӗрарăмăн çӳçне кăтартма юраман), йăлисенче (хӗр вăрласси, хулăм парасси) тата ытти самантсенче ислам витӗмӗ пулнине асăрхама пултаратпăр. Çапах та ку пире чăвашла калаçма тата çырма чăрмантарман. Мӗне тăраççӗ сыхланса юлнă вилтăприсем çине вырнаçтарнă чул палăксем çине çырнисем. Унта араб саспаллийӗсемпе чăвашла сăмахсене çырнă вӗт. Çакă та вăл вăхăтри Пăлхарти пӗлӳ шайӗ çине ислампа пурăнакан арабсем пысăк витӗм кӳни çинчен калать. Çапах та пăлхарсем хăйсен чӗлхипех калаçнă тӗслӗхсем чул çине çырăнса юлнă... Нумай пулмасть Пăлхарти çӗнӗ музейсенче пулса куртăмăр. Шел пулин те унти экскурсоводсем çак вырăнта пурăннă авалхи халăх çинчен каласа панă вăхăтра «чăваш» сăмахпа усă та курмаççӗ. Антон Дрекслер хăй вăхăтӗнче «Историю пишут победители...» - тесе тӗрӗсех каланă-тăр çав. Ку каларăшăн вӗçӗ те пур вӗт: «... поэтому в ней не упоминаются проигравшие»...
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăри уй-хирпе паллашнă май муниципалитетсен пуçлăхĕсемпе, районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе июлĕн 7-мĕшĕнче Анат Туçари "Лук-Агро" кооператива тата Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Исток" çĕр ĕç фирмине çитсе курнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕ Чăваш Енре вăрлăх сухан ỹстерессипе палăрса тăрать: çĕршывĕпе кирлĕ продукцин 70 процентне шăпах пирĕн патăрта çитĕнтереççĕ. "Лук-Агро" кооперативра вăрлăх сухана пысăк калăпăшпа туса илеççĕ, çавăн пекех çĕнĕ технологисемпе мелсене, ыттисен опытне пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Кăçал кунта пĕрремĕш çул купăста лартнă. Пухса кĕртнĕ продукцисене - çĕр улмие, купăстана, вăрлăх сухана - упрама тăватă управ пур. "Исток" çĕр ĕç фирми районта кăна мар, республикăра та палăрнă. Çулленех регионти чи лайăх 100 хуçалăх шутне кĕрет. Вăл выльăх-чĕрлĕх тата ỹсен-тăран отрасльне пĕр тан аталантарса пырать. Хуçалăхра ĕне-выльăх шучĕ 1000 пуçран та иртнĕ, унтан сăваканни - 540. Паяна нумай çул ỹсекен курăксене çулса пĕтернĕ, 4271 тонна сенаж янтăланă. Уй-хир тĕрĕслевне хутшăнакансем "Исток" çĕр ĕç фирминче сахăр кăшманĕн тата пĕрчĕллĕ культурăсен уйĕсенче пулнă, пысăк хак панă.
Январĕн 10-мĕшĕнчен «Земский учитель» программăна хутшăнма суйлав конкурсне заявкăсем йышăнма пуçланă. Заявкăсене федераллĕ программăн официаллă сайтĕнче хăварма пулать. Заявкăсене 2020 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕччен йышăнаççĕ, пĕлтерет ПР Вĕрентÿ министерствин пресс-служби. Хушма ыйтусемпе çак телефонпа шăнкăравламалла: 8 987 58 45 776. Аса илтеретпĕр, 2019 çулхи февральте РФ Президенчĕ Владимир Путин Федераллĕ Пухăва янă çырура «Земский доктор» программăна ăшанă ялсене тата пĕчĕк хуласене ĕçлеме килекен педагогсем валли хушма программа пуçарса яма сĕннĕ. «Земский учитель» программа йеркипе Федераллĕ тÿлеве 55 çула çитичченхи вĕрентекенсем илме пултараççĕ. Программа ача сачĕн воспитателĕсене тата ытти педагогика ĕçченĕсене тивмест. Учительсĕр пуçне асăннă списока воспитатель, ĕç инструкторĕ, физкультура инструкторĕ, концертмейстер, логопед, методист, музыка ертÿçи, хушма пĕлу педагогĕ, педагог-библиотекарь, педагог-психолог, социаллă педагог, тренер-преподаватель кĕме пултараççĕ. «Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
350 млн тенкĕ ытла хывнă инвестици проекчĕ предприятинче пурнăҫа кĕрет. Ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса, производство калăпăшне ӳстерсе пыма тăрăшаҫҫĕ, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ таварсем тирпейлесе кăларма палăртаҫҫĕ. Ку ҫĕнĕлĕхе палăртнă савăнăҫлă лару-тăрура пĕлтернĕ. Кăмакасене, Шупашкарти тракторсене валли шăратса кăларнă пĕрремĕш хурҫăна 45 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. Машинӑсем тӑвакан отрасль – Чӑваш Республикин промышленноҫ комплексӗн никӗсӗ, вӑл тирпейлекен производствӑсен тытӑмӗнче тӗп вырӑнсенчен пӗрне йышӑнса тӑрать. «Промлит» предприятипе Чăваш Енри машинăсем кăларакан тытăмшăн 1977 ҫул авăн уйăхĕн 30-мĕшĕ хăйне евĕр паллă кун пулса тăнă», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Промлит» предприятинче тăрăшакансем пĕрне-пĕри ăнланса килĕштерсе ĕҫлесе пынине кура, ҫитĕнӳсем пысăк. Вĕсем кулленех активлă аталанса пыни те куҫ кĕретех. Паян ҫĕнĕ технологисем пурнăҫа вирхĕнсе кĕрсе пыраҫҫĕ. Таварсен калăпăшĕ те ӳссех тăрать. Кулленех пысăкран та пысăк калăпăшпа проектсем пурнăҫа кĕреҫҫĕ», – тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Сăмах май, республика Пуҫлăхĕ Чăваш Ен Правительстви пысăк предприятисене сахал мар пулăшу панине те палăртнă вăл. Пĕрлехи ĕҫсене плана кĕртсе, вĕсене пурнăҫласа пырассишĕн те ырми-канми вăй хунине асăннă регион Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май. «Сирӗн тӑрӑшулӑхӑра, пысӑк опытӑрпа ӑсталӑхӑра пула пирӗн предприятисем производство хӑватне ӳстерсе пыраҫҫӗ, чылай отрасльпе сферӑра кирлӗ, ҫав шутра чикӗ леш енче те ыйтакан ҫӗнӗ продукци туса кӑлараҫҫӗ», – тенĕ вăл. Чи хăватлă аталанусен ҫул-йĕрĕ машинăсем тирпейлесе кăларассипе пысăк производствăсене вăй илтерсе пырасси, таварсен тĕсĕсене йышлăлатасси. Патшалăх тĕревĕпе вăхăтра усă курса пыма пĕлмелле, вĕсене тĕпе хурса кулленех производство калăпăшне ӳстермелле. «Трактор завочĕсем» Концерн» машинăсем тăвакан индустри ушкăнĕ» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Андрей Водопьянов хăйĕн сăмахĕнче «Промлит» предприятинче производство калăпăшне ӳстерсе пыни Концернта тракторсем тирпейлесе кăларассине сахал мар витĕм кӳнине палăртнă. Сăмах май, таварсен калăпăшĕ курăмлă ӳссе пынине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май, кăтарту 49 процента ҫити хăпарнине пĕлтернĕ. «Промлит» тулли мар яваплă обществăра шăратса тăвакан чукун çул вакунĕн шассийĕн производствине еплерех йĕркелени çинчен те ăнлантарса панă кĕскен. Чӑваш Енре туса кӑларакан машинӑсемпе техника тӗнче шайӗнчи конкуренцие тивӗҫлипе хутшӑнине те палăртнă вăл. «Предприяти ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ таварсем тирпейлесе кăларассишĕн тăрăшать. Контрактсен шучĕ те ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Тухăҫлă производство вăй илет. Ăнсăртран мар пулĕ, юлашки ҫулсенче тухăҫлăх малти вырăна тухрĕ, ҫĕршер миллион тенкĕ перекетлеме те май килнĕ», – тесе хыпарланă Андрей Водопьянов. Предприятийĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – таварсен пахалăх шайне тытса пырасси. Пирĕн хамăрăн тăрăхра тирпейленсе тухакан таварсене ытти тăрăха илсе ҫитересси те тĕп ыйтусенчен пĕриех пулса тăрать. Рынок географине пысăклатмаллине те асăннă ертӳҫĕсем. Чăваш Республикин промышленноҫпа энергетика министрĕ Александр Кондратьев хăйĕн сăмахĕнче уява пухăннисене саламланă май, «Промлит» предприяти таварсен калăпăшне кулленех ӳстерсе пынине асăннă. Апла пулсан, кадр ыйтăвĕ те малти вырăна тухса тăнине палăртнă ведомство ертӳҫи. «Ытларах та ытларах ҫамрăксене явăҫтврмалла. Кадрсем ҫителĕксĕр. Производство калăпăшĕ ӳссех пырать», – тенĕ вăл.
Эллипсо́ид — сферăна унăн хире-хирĕçле пепендикулярлă тĕнĕлесĕм тăрăх деформациленĕ хыççăн пулнă çий. Эллипсоидăн деформацилев тĕнĕлĕвĕсем Декартла координатсемпе пĕр чухнехи канонла танлăхĕ: Виçĕ тĕрлĕрен çурма тĕнĕллĕ эллипсоид x 2 a 2 + y 2 b 2 + z 2 c 2 = 1 , {\displaystyle {\frac {x^{2}}{a^{2}}}+{\frac {y^{2}}{b^{2}}}+{\frac {z^{2}}{c^{2}}}=1,} кунта a , b , c {\displaystyle a,b,c} — плюслă хуть те мĕнле хисепсем. Кунти a, b, c хисепсене эллипсоидăн çурма тĕнĕлĕсем теççĕ. Эллипсоид иккĕмĕш ретри çийсенчен пĕри пулса тăрать. Çурма тĕнĕлсенчен иккĕшĕ тан пулсан, эллипсоид эллипса хăйĕн тĕнĕлĕсенчен пĕрин тавра çавăрсан пулать. Кунашкал эллипсоида çаврăм эллипсоичĕ е сфероид теççĕ. Эллипсоид сферăран тĕллĕхлĕрех Çĕрĕн (планетăн) хапине кăтартать. ВуламаллиПравить Бобылёв Д. К., Эллипсоид // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907. Киселёв В. Ю., Пяртли А. С., Калугина Т. Ф., Высшая математика. Первый семестр / интерактивный компьютерный учебник.
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх 3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ 2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке 1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан 1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла
ТР Патшалăх Канашӗ шкулта патшалăх тата республикăри халăхсен тăван чӗлхисене вӗрентесси çинчен ыйтăва паян хăйӗн 33-мӗш ларăвне малалла тăсса татса пачӗ. Аса илтеретпӗр, ку ларăва парламентарин Мускавран хурав килмен пирки маларах икӗ хутчен те тăхтава чарма тиврӗ. Акă ӗнтӗ икӗ эрне Тутарстан ертӳçисем, ТР Вӗрентӳпе наука министерстви, вӗрентекенсем, шкул ачисем... ❮ ❯ ТР Патшалăх Канашӗ шкулта патшалăх тата республикăри халăхсен тăван чӗлхисене вӗрентесси çинчен ыйтăва паян хăйӗн 33-мӗш ларăвне малалла тăсса татса пачӗ. Аса илтеретпӗр, ку ларăва парламентарин Мускавран хурав килмен пирки маларах икӗ хутчен те тăхтава чарма тиврӗ. Акă ӗнтӗ икӗ эрне Тутарстан ертӳçисем, ТР Вӗрентӳпе наука министерстви, вӗрентекенсем, шкул ачисем РФ Вӗрентӳпе наука министрӗн Ольга Васильеван ответлă çырăвне кӗтрӗç. Ларура ТР прокурорӗ Илдус Нафиков та кӗске докладпа тухса калаçрӗ. Юлашки темиçе уйăх прокуратура республика шкулӗсене «Вӗрентӳ çинчен» федераллă закон мӗнле пурнăçланнине тӗрӗслерӗ. - Прокуратура Рособрнадзорпа пӗрле 1412 шкула тӗрӗслерӗ. Çак вăхăтра закона пăснă 3856 тӗслӗхе тупса палăртрăмăр. Республикăри 24 шкулта кăна закона пăсни палăрмарӗ. Çак вăхăтра прокуратурăна 1716 çăхав килчӗ. Ведомство янă предписанисене пӗр шкулсăр пуçне ыттисем пурте пурнăçланă», - терӗ вăл. ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Ф.Мухаметшин ТР Президенчӗн Рустам Миннихановăн ыйтăвне федераллă министерство хуравланине пӗлтерчӗ. - Ноябрӗн 28-мӗшӗнче Ольга Васильева наци чӗлхине законпа патшалăх чӗлхи тесе çирӗплетнӗ РФ субъекчӗсем валли вӗрентӳ планӗсем ярса пачӗ. Палăртса хăвармалла, федераллă министерствăри ӗçтешсемпе пӗр чӗлхе тупас тӗлӗшпе нумай ӗç турăмăр, пӗр-пӗрне ăнлантăмăр. Консультацисен пӗтӗмлетӗвӗ - тутар чӗлхине республикăри шкулсенче вӗрентӳ планӗпе килӗшӳллӗн вӗрентеççӗ, - терӗ кун пирки. ТР Вӗрентӳпе наука министерствин тутар чӗлхине пырса тивекен ӗç программисене улшăнусем кӗртес, вӗрентӳ литературине, методика докуменчӗсене, вӗрентекенсен ăсталăхне ӳстерессипе нумай ӗçлеме тивет-ха. Фарид Мухаметшин сăмахӗсемпе, ТР Патшалăх Канашӗн вӗрентӳ, культура, наука тата наци ыйтăвӗсемпе ӗçлекен комитечӗ Разил Валеев депутатпа пӗрле ку ыйтăва тимлӗхре тытать, вăхăтран вăхăта сӳтсе явасси патне таврăнать. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).
Герман Греф Патшалăх пуçлăхне Перекет банкĕн кăçалхи ĕç-хĕлĕ çинчен тата банк вĕрентÿ тата технологи инновацийĕсен сферинче пурнăçлакан проектсем çинчен каласа панă. Перекет банкĕ шыв илнине пула инкек курнă регионсенче, тĕпрен илсен Иркутск облаçĕнче, мĕнле ĕç илсе пыни çинчен уйрăм калаçнă. Герман Греф инкек курнă вырăнсенче сентябрĕн 3-мĕшĕнче хăй пулса курнă. Унăн сăмахĕсем тăрăх, паянхи кун тĕлне банк 163 млн. тенкĕлех 535 кредита реструктуризацилеме йышăннă. Перекет банкĕн пуçлăхĕ Президента çухатнă банк карттисене улăштарассипе, инкек курнисене страховка тÿлессипе ĕçлесси çинчен тата банк шутĕнчен Тулун больницин инфекци уйрăмне тăвасси çинчен пĕлтернĕ. #ВладимирПутин Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Хусанти Туслăх Çуртӗнчи Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ халăхăмăр поэчӗн Петӗр Хусанкайăн 110 çулхи юбилейне халалланă мероприяти, ман шутпа, çак йышши уявсенчен чи лайăххи пулчӗ. Çакна курма пынă кашни çын çирӗплетме пултарать. Петӗр Хусанкайăн юбилейне Вырсарни шкулӗ Раççейре февралӗн 20-мӗшӗнче палăртакан халăхсен хушшинчи тăван чӗлхе кунӗ умӗн ирттерме йышăннă.... ❮ ❯ Хусанти Туслăх Çуртӗнчи Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ халăхăмăр поэчӗн Петӗр Хусанкайăн 110 çулхи юбилейне халалланă мероприяти, ман шутпа, çак йышши уявсенчен чи лайăххи пулчӗ. Çакна курма пынă кашни çын çирӗплетме пултарать. Петӗр Хусанкайăн юбилейне Вырсарни шкулӗ Раççейре февралӗн 20-мӗшӗнче палăртакан халăхсен хушшинчи тăван чӗлхе кунӗ умӗн ирттерме йышăннă. Малтанласа мероприятире кашни халăха пӗр пек вăхăт уйăрса, кашни хăйӗн пултаруллă писателӗ е поэчӗ пирки каласа парӗç тесе шутланăччӗ. Çук иккен, тӗрлӗ халăх представителӗсем ятарласа пирӗн поэта Петӗр Хусанкая чыслас тӗллевпе килнӗ. Паллах, ку пире хавхалантарчӗ. Пӗр-пӗрне хисепленинчен хаклăраххи нимӗн те çук. Вырсарникунхи мероприятие пӗр ӳстермесӗр туслăх уявӗ теме пулать. Çак сăмахсенех ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, Хусанти Туслăх Çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов та каларӗ. - Паян кунта хăйсен йăх-несӗлне, культурине хаклакансем пуçтарăннă. Çакна вӗсем хитре сăмахсемпе кăна мар, ӗçпе çирӗплетеççӗ. Хăйсен ачисем тăван халăхран ан пăрăнччăр тесе тăрăшаççӗ. Тутарсен каларăшне асăнас килет ку чухне: аслашшӗ тутар пулни мар, мăнукӗ тутар пулни тутар шутланать, теççӗ. Халӗ-и е каярах - пурпӗрех çак шухăш патне килсе тухатпăр... Паян кунта пуш алăпа килмен эп. Нумай нациллӗ вырсарни шкулне Рафис Курбанăн кӗнекине парнелес килет, вăл унти сăвăсене 22 чӗлхене куçарнипе хаклă. Ăна вулама çав тери интереслӗ, çав куçарусем урлă юлташсен, кӳршӗсен, çумри çынсен пурнăçне лайăхрах ăнланатăн. Хăй халăхне кăна куракан этеме шеллемелли кăна юлать, мӗншӗн тесен вăл пурнăçа пӗчӗк шăтăкран анчах курать. Пирӗн тӗнче вара анлă, Туслăх Çуртӗнче çакна эпир лайăх куратпăр, - терӗ Ирек Ильдусович. Парнесем çакăнпа вӗçленмерӗç. Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн директорӗ Майя Хухунашвили чăваш уйрăмӗн директорне Сильвия Чаркинана пичетрен тин çеç тухнă виçӗ чӗлхепе кăларнă «Йăван паттăр» кӗнекене тата чăвашла мультфильм дискне панелерӗ. Майя Мануиловна сăмахӗсемпе, çак кӗнекене Тутарстанри чăваш компоненчӗллӗ кашни вырсарни шкулне салатӗç. Петӗр Хусанкайăн юбилейне палăртма çак кун Тутарстанри Чăваш писателӗсен союзӗн председателӗ, ЧР Профессионаллă писательсен союзӗн пайташӗ Николай Сорокин, Раççей Писательсен союзӗн секретарӗ, РФ Патшалăх премийӗн лауреачӗ, ТР Г.Тукай ячӗллӗ преми лауреачӗ, поэт Ренат Харис, ТР тава тивӗçлӗ тухтăрӗ, ТР писательсен союзӗн пайташӗ, юрăç-поэт Марс Хафизов хутшăнчӗç. Николай Сорокин хăй ачалла Петӗр Хусанкайпа тӗл пулнине кăсăклăн каласа пачӗ. Ренат Харис Петӗр Хусанкай чăвашсен кăна мар, вăл тӗнче шайӗнчи Раççей писателӗ пулнине çирӗплетрӗ. Поэтпа тӗлпулăвӗсем çинчен аса илчӗ, Хусанкайăн гимн шайӗнчи «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăввине тутарла вуласа пачӗ. Тутарстанри Чăваш писателӗсен союзӗн пайташӗ Ирина Трифонова Хусанкая халалланă хăйӗн сăввине вуласа пачӗ. Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн директорне Сильвия Чаркинăна вара тивӗçлипе тав тăвас килет. Вӗсем хатӗрленӗ концерт çӳллӗ шайра иртрӗ. Вырсарни шкулӗн воспитанникӗсем хăйсен пултарулăхне тӗрлӗ енлӗн кăтартса пачӗç. Чи кӗçӗнни София Чаркина чăвашла юрăпа савăнтарчӗ. ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» организацин пайташӗсем те хастар хутшăнчӗç. Унăн ертӳçи Марина Кудряшова Хусанкайăн «Çывăр пӗчӗкçӗ чăваш» сăввипе çырнă сăпка юррине юрларӗ, ун валли ятарласа пӗчӗк постановка хатӗрленӗ. Чăваш çемйин телейлӗ пурнăçӗн пӗр сыпăкне курса килентӗмӗр. Мероприятие Хусанти культурăпа искусствăсен институчӗн студенчӗ Дмитрий Глуховпа нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн методисчӗ Гузель Махмутова ертсе пычӗç, профессилле шайра. Дмитрие мухтамалла. Ертсе пынисӗр пуçне вăл ташларӗ те, театрализациленӗ постановкăна та хутшăнчӗ. Уйрăммăн Вырсарни шкулӗн воспитанникӗсене асăнас килет, вӗсем Петӗр Хусанкайăн сăввисене 14 чӗлхепе вуласа пачӗç. Номер мероприятин кульминацийӗ пулчӗ темелле. Проект педагогсем тăрăшнипе пурнăçланнă. Сильвия Чаркина каланă тăрăх, «Эпир пулнă, пур пулатпăр!» сăвва вӗсем хăйсем тӗллӗн куçарнă. Хусанкая халалланă литературăпа музыка уявӗ, пӗтӗмлетсе каласан, çав тери ырă атмосферăра иртрӗ. Ытти халăх çыннисем чăвашсене лайăх концерт парнеленӗшӗн тав туни темрен пахарах.
Çапла çирĕплетет 22 çул Анат Тăрмăш ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлекен Альбина Лукс. Участокри медицина ĕçченĕсем хăйсем те вакцина яртарнă. Çур çултан çур çула ревакцинаци туса тăраççĕ. Ыттисене те сывлăхĕсене упрама çак мелпе усă курма сĕнеççĕ. Аслă çулхисен ăнланулăхĕ тивĕçлĕ шайра пулнишĕн хĕпĕртеççĕ те. 60 çултан иртнисенчен прививка тутарманни çукпа пĕрех. Икĕ-виçĕ çул каярах кăштах урăхла лару-тăру пулнă. Хуларан килекен ачисем ашшĕ-амăшне вакцина яртарассинчен пăрăнма сĕннĕ. Пĕртен-пĕр тĕслĕх вара ватăсене шухăша янă. Хуларан килнĕ хĕрĕ хăйех амăшне çак вируса ертнĕ. Çакăн хыççăн ыттисем тивĕçлĕ йышăну тунă. Ĕçре медицина ĕçченĕ халăх хушшинче пулни, ăнлантару мелĕпе туллин усă курни витĕмлĕ те. Участоксенчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче вăй хуракансене Турханти çемье офисĕн тухтăрĕ Анатолий Кольцов кирлĕ сĕнỹсем сахал мар парать. Анат Тăрмăшĕнчи ФАПа та килсе çỹрет вăл. Пациентсем унпа курнăçса калаçассине те вырăна хурать. Ĕçре волонтерсем пысăк пулăшу панине çирĕплетет Альбина Валерьевна. Вĕсем ирхине кĕтỹ хапхине тухса çынсен юн пусăмне виçме те ỹркенмеççĕ. Коронавирусран ревакцинаци тутармалли пирки асăрхаттарма та манмаççĕ. Кăштах маларах çеç 25 çынран юн илсе анализ партарма пулăшрĕç. Сахăр шайĕ организмра мĕнле пулнине палăртма та хутшăнаççĕ тата ытти те. Пĕрремĕш звенора медицина пулăшăвĕ парассине тивĕçлипе туса пыма тăрăшать А.Лукс. Хальхи вăхăтра грипран прививка тăваççĕ. Диспансеризаци кăларассине вырăна хурать. Аслăрах çулхисене флюорографи витĕр тухма илсе кайма районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр урлă автомашина ыйтса илет. Юн пусăмĕ ỹсекенсене е чакакансене, ытти вăраха кайнă чирсемпе чирлекенсене шута илнĕ. Вĕсен сывлăхĕпе интересленсех тăрать. Малтанласа ĕçре Альбина Валерьевна Светлана Чурбановапа пĕрле ĕçленĕ. Светлана Павловна заведующи çамрăка ĕç ăсталăхне сахал мар вĕрентнĕ. 2007 çултанпа вара çак тивĕç хăйĕн çине юлнă. Фельдшерпа акушер пункчĕн ĕçченĕ Анат Тăрмăшпа Çăл Атăк ялĕсенче пурăнакан 535 çын сывлăхĕшĕн яваплă. Кăçал вĕсенче 4 ача çуралнă. 18 çул тултарман 77 ача çитĕнет. Наци календарĕпе çыхăннă вăхăтран вăхăта тăвакан прививкăсене те сиктермест медицина ĕçченĕ. Çын мĕн чухлĕ пурăнать çавăн чухлĕ ăс-тăн хушать, ĕç практики ỹссе пырать. Вăхăтран вăхăта районти тĕп больницăран килекен специалистсем йышăну туни те ĕçре пулăшатех. Хăш-пĕр пациента медицина ĕçченĕ республика больницисенчи врачсем патне кайма çырăнтарса парать. Вĕсем сĕнекен сиплеве вырăнта пурнăçа кĕртме пулăшать. Халăхпа килĕштерсе ĕçлени куç умĕнчех. Вера Ершова, Альбина Карлинова, Татьяна Иванова, Валентина Яковлева тата ытти сиплеве çỹрекенсем те фельдшерица эмелпе те, ăшă сăмахпа та çынсен сывлăхне çирĕплетме пулăшнишĕн хĕпĕртесе тав сăмахĕ калаççĕ. Ялсенче пурăнакансен шанăçĕ, тăрăшуллă ĕç Альбина Валерьевнăна республикăри конкурссене хутшăнма, вĕсенче малти вырăнсене çĕнсе илме май параççĕ. Ку хутĕнче вăл "Чи лайăх фельдшерпа акушер пункчĕн ĕçченĕ" пулчĕ. 2017 çулта та конкурсра палăрнăччĕ. 2013 çулта иккĕмĕш вырăна тухнăччĕ. Республикăри сывлăх сыхлав министерствин грамотипе тав хучĕ те пур унăн. Видеопрезентацисем тума та ỹркенмест А.Лукс. Алкоголизм этем организмне мĕнле сиен кỹнине витĕмлĕн кăтартса панăччĕ вăл. Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта "Шурă ромашка" акци пынă вăхăтра каллех ачасемпе сăмах пуçарнăччĕ. . Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕнчен ĕçе çỹрет пулин те кая юласси çук унра. Галина Карлинова тирпейлỹçĕпе пĕр çулаллах ĕçе вырнаçнă вĕсем. Кашнийĕ хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçлама тăрăшать. Фельдшерпа акушер пункчĕ çĕнĕ. Кĕрхи кун та йĕри-тавра тирпейлĕх хуçаланать, хĕм сапакан чечексем çеçкере лараççĕ. Куллен халăх утать ФАПа. Кунти сукмака курăк пусмастех.
Çак 10 кун хушшинче район хаçачĕн хакĕ те кемет. Ăна 864,42 тенкĕпе çырăнма пулать. Ултă уйăха çырăнасси Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемшĕн, I тата II группăри инвалидсемшĕн – 788,76 тенкĕ. (Льготăсăр хакĕ – 985,32 тенкĕ). Мĕнпур почта уйрăмĕнче тата podpiska.pochta.ru сайтра çырăнма пулать. “Аургазă хыпарçин” хисеплĕ подписчикĕсем! Район хаçатне илсе тăма çырăнăр та пирĕн призсен вылявне хутшăнăр. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Февраль уйăхĕн 12-мĕшĕнче Совет салтакĕсене Афганистанран кăларнăранпа 31 çул çитнине халалласа Чуртан шкулĕнчи аслă классенче вĕренекенсемпе «Афганистан манăн чĕрере пурăнать» литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ. Мероприятие йеркелесе ирттерес ĕçе Чуртан тата Усăллă ялĕсенчи вулавăш ĕçченĕсем, Чуртанти шкул тата культура çурчĕ хутшăнчĕç. Февраль уйăхĕн 12-мĕшĕнче Совет салтакĕсене Афганистанран кăларнăранпа 31 çул çитнине халалласа Чуртан шкулĕнчи аслă классенче вĕренекенсемпе «Афганистан манăн чĕрере пурăнать» литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ. Мероприятие йеркелесе ирттерес ĕçе Чуртан тата Усăллă ялĕсенчи вулавăш ĕçченĕсем, Чуртанти шкул тата культура çурчĕ хутшăнчĕç. Тĕлпулăва Пĕтĕм Раççейри «Боевое братство» пĕрлĕхĕн Çтерлĕри уйрăмĕн пайташĕсем килсе çитрĕç. Çав шутра - асăннă пĕрлĕх ертÿçи Георгий Степанов, Афган вăрçине хутшăннă Михаил Трифонов, Юрий Петров омоновец. Мероприятие икĕ ялти библиотека ĕçченĕсем ертсе пычĕç. Тĕлпулу тăршшĕпе Афганистана халалланă сăвăсемпе юрăсем пулчĕç, Афган вăрçин хроникипе паллашрĕç. Çак вăрçă XX ĕмĕр историйĕнчи чи хăрушă та юнлă вăрçăсенчен пĕри шутланать. Çав вăхăтри пулăмсем, пирĕн салтаксен паттăрлăхĕ çинчен «Боевое братство» пĕрлĕх ертÿçи Георгий Дмитриевич каласа пачĕ. Çавăн пекех вăл вăрçă çинчен хăйĕн шухăшĕсене пĕлтерчĕ, çитĕнекен ăрăва малашлăхра ырă çул сунчĕ. Михаил Сергеевичпа Юрий Анатольевич пĕрле служба иртнĕ юлташĕсем, салтакăн кулленхи пурнăçĕ, службăри йывăрлăхсем, çапăçу хирĕнче выртса юлнисем, аманнă шăпасем çинчен каласа пачĕç. Мероприяти вĕçĕнче ертÿçĕсем «Эпир - интернационалистсем» куравпа паллаштарчĕç. Тĕлпулу каçĕ шăплăх минучĕпе вĕçленчĕ. Ывăлĕсене вăрçăра çухатнă ашшĕ-амăшĕсене, ашшĕсемсĕр ÿснĕ ачасене тата пире Афган вăрçи хăй çинчен тăтăшах аса илтерсе тăрĕ. Çакăн йышши мероприятисем çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас ĕçре питĕ пĕлтерĕшлĕ. Хăйĕн паттăрĕсене асра тытакан халăх çеç вилĕмсĕр. Ольга ПАТРАЕВА, вулавăш ĕçченĕ. Çтерлĕ районĕ, Усăллă ялĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Хусанта çитес вăхăтра «Халăх Хӗл Мучине» суйлаççӗ. Тӗп приз - 100 пин тенкӗ. Конкурса 18 çултан иртнӗ Хусан çыннисенчен хуть кам та хутшăнма пултарать. Тӗп услови - Хӗл Мучин команди икӗ çынран сахал пулмалла мар, тесе пӗлтерчӗ Хусан хулин культура управленийӗн ертӳçи Азат Абзалов паян «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире. Заявкăсене... ❮ ❯ Хусанта çитес вăхăтра «Халăх Хӗл Мучине» суйлаççӗ. Тӗп приз - 100 пин тенкӗ. Конкурса 18 çултан иртнӗ Хусан çыннисенчен хуть кам та хутшăнма пултарать. Тӗп услови - Хӗл Мучин команди икӗ çынран сахал пулмалла мар, тесе пӗлтерчӗ Хусан хулин культура управленийӗн ертӳçи Азат Абзалов паян «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире. Заявкăсене декабрӗн 8-мӗшӗччен кăна йышăнаççӗ. Суйлав тапхăрӗсем вара декабрӗн 21-24-мӗшӗсенче пулаççӗ. Çав кунсенче Хӗл Мучисем хăйсен командисемпе хула урамӗсемпе тӳремӗсене, метро станцийӗсене, аэропорт таранах тухса хăйсен программипе паллаштараççӗ. Жюри шоу пахалăхне кăна мар, ку е вăл командăн болельщикӗсен шутне, вӗсем пӗрле мӗнле ӗçленине те хаклать. Хӗл Мучи хăйне валли хуть мӗнле тум суйлама е мӗн-тӗр çӗннине шутласа тупма та пултарать. Кунта тӗп вырăнта Хӗл Мучин хăйне евӗрлӗ, пуринчен те уйрăлса тăракан интереслӗ программи. Хӗллен тӗп асамçи темиçе чӗлхепе калаçни те çӗнтерме пулăшӗ кăна. Декабрӗн 25-28-мӗшӗсенче представленисем пӗтсен, «визиткăсемпе» программăсене moroz.kzn.ru сайта вырнаçтарсан халăх сасăлавӗ пуçланать, унăн пӗтӗмлетӗвӗ те çӗнтерӳçе палăртма пулăшӗ. Конкурса декабрӗн 29-мӗшӗнче Хула чăрăшӗн уявне уçнă чухне пӗтӗмлетеççӗ. (А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ).
Мӗнле пуян чӑваш тӗрри – унта пин-пин ҫулсен йӗрри. Ҫак йӗркесен авторӗ – чӑваш халӑх поэчӗ Ваҫлей Давыдов-Анатри. «Чӑваш тӗрри» сӑввинче вӑл тӑван халахӑн иксӗлми пуянлӑхне – тӗрӗ ÿнерне мухтаса, мӑнаҫланса шӑрҫалать. Пиншер ĕмĕр витĕр шăранса тухса, мӑн асаттесемпе асаннесен сăмахĕ тĕрленсе упранса пынă. Чӑнласах ҫапла: тӗрӗре – аннен ачаш юрри, тӑван ял-йыш, ака-суха сасси, илемлӗ ҫутӑ ҫăлтӑрсем… Унра халăхăмăрăн кун-çулĕ, ăс-тăнĕ, мухтавĕ, шухăшлавĕ, илемлĕхе туйма пĕлни упранать. Кӑҫал чӳк уйăхĕн 26-мӗшӗнче питӗ илемлӗ те черчен уява — Чӑваш тӗррин кунне иккӗмӗш хут уявлăпăр. Çак кун 1914 çулта халӑх ӳнерне пысӑк тӳпе хывнӑ тӗрӗ художникӗ Екатерина Ефремова ҫуралнӑ. Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай Екатерина Иосифовнӑна ҫакӑн пек чысланӑ: Салам та мухтав сана, Илемлӗ чунлӑ Кӗтерин! Тӗррӳ юлать, чунун тӗрри, Ытти тусан кӑна. Чӑваш тӗррин кунӗ авалтан упранса ҫирӗпленнӗ ал-ӗҫ йӑли-йӗркине упраса хӑвӑрма, ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван культура патне туртӑнтарма, ăстасен пӗлӗвне сарма пулӑшӗ. «Аваллăхсăр малашлăх çук», — теççĕ халăхра. Ĕмĕрсен тăршшĕнче тытса пынă ырă йăла-йĕрке аваллăхра кăна ан юлтăр тесе Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ тĕрлĕ ĕç-пуç туса иртттерет. Тахçанах манăçа тухнă йăла-йĕркесене çĕнĕрен чĕртсе ярас тесе культура комитечӗ «Чăваш наци конгресĕн УҪӐ ВУЛАВӖСЕМ «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» проекта тĕпе хурса ĕçлет (авторӗ Вера Архипова). Чӑваш тӗррипе хӑйсен кун-ҫулне Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн пайташӗсем, чăваш тумтирĕн маçтăрĕсем тата ăна анлă саракансем – ӳнер институчӗн доценчĕсем Зинаида Воронова, Николай Балтаев тата Раиса Васильева, «Паха тĕрĕ» фирма директорĕн çумĕ Маргарита Павлова, Чăваш тĕррин музейĕн ĕçченĕ Наталия Захарова-Кульева, Любовь Вазюкова, Роза Степанова, Людмила Балтаева, Нина Андреева, Лидия Константинова, Елена Малина ӑстаҫӑсем. Вӗсем ҫулран-ҫул ача пахчине ҫӳрекенсенчен пуҫласа шкулта вӗренекенсемпе, чӑваш тӗррипе интересленекенсемпе ăсталăх урокĕсем час-часах иртереҫҫӗ. Ҫамрӑксене анатри, тури тата республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсем хăçан мĕнле тум тăхăнса çÿренипе, вĕсен йăли-йĕркисемпе тата тумтир пайĕсемпе тĕплĕн паллаштараҫҫӗ. Чăваш тĕррин историйĕ, унăн вăрттăнлăхĕсем çинчен каласа параҫҫӗ. Чăваш тĕррине тĕрлес ăсталăх — пирĕн ĕлĕк-авалтан сыхланса юлнă пурлăх. «Аваллăха упрасаса, малашлăха ĕненсе» проектăн тепĕр пайĕ – çамрăк тата аслă ăрăва чăваш тĕррине, юрри-ташшине тата ытти ăсталăха алла илме пулăшни. Комитет хастарĕсем кашни мероприятирех ăсталăх урокĕсене питĕ тăрăшуллă йĕркелеҫҫӗ. Кашни урокрах çынсем йышлăн пухӑнаҫҫӗ. Уявсене килнисемшĕн ку тĕлĕнмелле кăсăклă пулӑм, чылай кирлĕ япалана вĕренеҫҫӗ, чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне уçаççĕ. 2020-мĕш çултанпа Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕн Халăх пултарулăх кафедринче тĕрĕ вăрттăнлăхĕсене студентсем çирĕп алла илччĕр тесе вĕрентÿ планне ятарлă «Чăваш тĕрри» ятлă предмет кĕртрĕç. Чăваш тĕрри-çĕввине тĕпчесе халăхра сарассишĕн Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн пайташӗсем, Халăх пултарулăх кафедрин пуҫлӑхӗ Раиса Васильева, Николай Балтаев, Зинаида Воронова тăрăшса ĕçлеççĕ. Кăçал Республика Пуçлăхĕ О.А. Николаев хушӑвӗпе Чăваш тĕрри шкулĕ уçăлчĕ. Пĕрремĕш урока Чăваш тĕрри музейĕнче халăх ăстисем, Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕсем Наталия Кульева, Любовь Вазюкова, Раиса Васильевна ирттерчĕç. Виҫӗ уйӑхлӑх курса ҫӳрекенсем чӑваш халӑх ӳнерӗн историне тишкерӗҫ, ҫӗвӗсемпе эреш паллисене вулама хӑнӑхӗҫ, тӗрлес ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене алла илӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш тӗрри музейӗнче чӑваш тӗрри ӑстин, Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташӗн Любовь Вазюкован куравӗ уҫӑлчӗ. «Тӗлӗнтермӗш тӗрӗ йӗрӗ» курава ал ӑстин 65 ҫулне тата Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ. Курава Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата культура министрӗ Светлана Каликова уҫрӗҫ. Любовь Вазюкова ал ĕç ăстине пирĕн республикăра кăна мар, çĕршывĕпех пĕлеççĕ. Хăйĕн ĕçĕсемпе вăл тăтăшах тĕрлĕ конкурс-ăмăртăва хутшăнать, çĕнтерет. Раҫҫей шайӗнче те вăл пĕрре кӑна мар гран — при илнӗ. Ӑстаҫӑсене пула чăвашсен авалхи çипуçĕн ячĕ-сумĕ тĕнчипех сарӑлнӑ. Вĕсем чăваш тумтирĕн уявĕсене урăх çĕршывсенче те йĕреклесе Чăваш Ен ятне тата çÿле çĕклеççĕ. Вĕсем чăваш тумтирĕн уявĕсене ют çĕршывсенче, Раҫҫей регионӗсенче йĕреклеççĕ. Чăваш çипуçне Парижпа Брюсельте те, Америкăпа Японире те кăтартрӗҫ. Чӑваш тумтирсен куравӗ РФ регионӗсенче — Ектаринбургра, Мускавра, Хусанта, Питӗрте, Чул хулара тата ытти ҫӗрте те ӗҫлет. Унти выставкăсене, паллах, пĕтĕм тĕнчери пин-пин ҫын пырса курать. Ҫавӑн пек пултаруллӑ вӗсем, Чӑваш наци конгресĕн культура комитечĕн хастарĕсем, чăваш тӗррипе тумĕн ăстисем! Эсир – чӑваш тӗрри управҫисем, чӑваш тӗррине паянхи тӗнчепе ҫыхӑнтараканӗсем, унӑн сумне ҫӗклекенӗсем. Вера Архипова, ЧНК культура комитечĕн ертÿçи. Рубрика: ХыпарсемАвтор: ЧНК пресс-служби 26.11.2021 Оставить комментарий Автор: ЧНК пресс-служби Навигация по записям ПредыдущаяПредыдущая запись:Чӑваш наци конгресӗн активисчӗсене саламларӗҫСледующаяСледующая запись:Чăваш тĕрри кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
11-мӗшӗ - халăх календарӗпе Иван Постный (Иванпусни), тăрнасем кăнтăралла кайма тух­нă пулсан - хӗл ир килет. 12-мӗшӗ - чӗрӗпсене сăна­ма­л­­ла: вӗсем уçланкăра йăва тунă пулсан, хӗлле ăшă пуласса, енчен те чăтлăхра-тăк, хӗлле шартлама сивӗсене кӗтмелле. 13-мӗшӗ - халăх календарӗпе Куприян. Шурлăхра тăрнасем канаша пуçтарăнса кăнтăра мӗнле çулпа каймаллине па­лăртаççӗ те... ❮ ❯ 11-мӗшӗ - халăх календарӗпе Иван Постный (Иванпусни), тăрнасем кăнтăралла кайма тух­нă пулсан - хӗл ир килет. 12-мӗшӗ - чӗрӗпсене сăна­ма­л­­ла: вӗсем уçланкăра йăва тунă пулсан, хӗлле ăшă пуласса, енчен те чăтлăхра-тăк, хӗлле шартлама сивӗсене кӗтмелле. 13-мӗшӗ - халăх календарӗпе Куприян. Шурлăхра тăрнасем канаша пуçтарăнса кăнтăра мӗнле çулпа каймаллине па­лăртаççӗ те вăрăм çула тухаççӗ. Çак кунран шур çырлине пуç­тарма тытăнмалла. 14-мӗшӗ - çак кун çанталăк ăшă-тăк, хӗлле те ăшă пулать. Эрешмен карти нумай вӗçни кӗркунне вăрăм та ăшă пу­лас­сине пӗлтерет.
Петр хăйĕн пулас арăмне, Куезбаш ялĕнчи Дуньăна, пĕрремĕш хут хăйĕн туйĕнче çеç курнă. Ăна çапла тупса панă. 1926 çулта Михайловсен çемйинче пĕрремĕш ача, Георгий, çуралнă. 1931 çулхи кĕркунне Бишкаин ялĕнче „Канаш” колхоз йĕркеленĕ. Çамрăк çемье хăйĕн шăпине коллективлă ĕçпе çыхăнтарнă. Петрпа Евдокия çĕр çинче ĕçлеме юратнă, тулăх çемье пурнăçĕшĕн вăйне хĕрхенмен. Ялти тусĕсем ăна асăрханă, бригадира суйланă. Михайловăн бри­гади уй-хир ĕçĕнче тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре пĕрре мар мала тухнă. По­вестка илнĕ бригадир 1941 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче ирпе хăйĕн уй-хирĕсене тата фермăсене çÿресе тухнă. Çак тыр­пул уйĕсенчен уйрăлма тивет вĕт, ăна пуян тухăç пухса кĕртме пÿрмен. Акă, тăватă ывăл тата хĕрача ашшĕ хăйĕн ачисене юлашки хут чуптăвать. Вăл тăван ялĕн илемлĕ урамĕсемпе 36 çул тăршшĕне утнă. „Ачасене шкулта вĕрент, ĕçлеме вĕрент”, - вăл уйрăлас умĕн каланă юлашки сăмахсем. Петр Василье­вич юратнă арăмĕ çине епле йывăрлăх тиенесси çинчен пĕлнĕ. Упăшки çинчен пăлхану, ачасене пăхасси, колхозри кулленхи йывăр ĕç – çакă мĕнпурĕ ăна, арăмне, аннене, тыл ĕçченне юлать. Петр арăмĕ шанчăклă пулассине пĕлнĕ тата шаннă. Кĕçĕн ывăлĕ, Лукьян, ашшĕне фронта ăсатнă хыççăн пĕр уйăхран çуралнă. Петр Васильевич мал­тан Алкино поселокĕнчи çар лагерĕнче çĕнĕрен вĕренÿ иртнĕ. Евдокия чĕчĕ ачи­пе упăшки патне çуран виçĕ хутчен кайса килнĕ. Хальхи вăхăтра çавна ăса хывма та йывăр. Акă, вăл хăйĕн тантăшĕсемпе 20 километр хушăри Белое Озеро станцийĕнчен михĕпе вăрлăх йăтса ки­лет. Колхоз правленийĕн членĕ пулнă май, ăна хăйĕн пĕчĕк ачисене хăварса çĕрлехи дежурствăна кайма та тивнĕ. Хисеплĕрен те хисеплĕ çак хĕрарăм-герой пилĕк ывăлне тата хĕрачине пăхса ÿстернĕ. Унăн çурчĕ яланах кинĕсемпе, ачисемпе тата мăнукĕсемпе тулли. Евдокия Осиповна хăйĕн ачисемшĕн тăрăшуллă анне пулнă. Çирĕп ыйтнă, вĕсене чун-чĕре çепĕçлĕхĕпе ÿстернĕ. Петр Михайлов арăмĕ тата ачисем патне çырнă çырусенчи йĕркесем: „1941 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕ. Эсир ытлашши ан пăшăрханăр. Тур хушсан, сывă юлăп. Çĕрпÿртсенче пурăнатпăр. Саншăн, ачасемшĕн тунсăхлатăп. Геор­гий ывăлăм, эсĕ çемьере асли. Аннÿне, кĕçĕннисене пулăш. Ачасем, эпĕ таврăнăп, кĕтĕр мана”. „1942 çулхи февралĕн 20-мĕшĕ. Дуня, эсĕ ан макăр. Тÿс. Ытлашши ан хуйхăр. Курнăçăпăрах”. „1942 çулхи апрель. Пĕлетĕн-и, Дуня, эпир санпа уйрăлнăранпа сакăр уйăх иртрĕ. Пирĕн пурнăçа час-часах аса илетĕп. Эпир хăнари пек пурăнаттăмăр. Эпир мĕнле телейлĕччĕ”. „1942 çулхи июлĕн 14-мĕшĕ. ...Çапăçусем 40 кун ытла вĕçĕмсĕр пыраççĕ. Çапăçса тухма тиврĕ. Кĕтĕр мана”. „1942 çулхи августăн 10-мĕшĕ. Ча­сах каллех фронта каятпăр. Хамăрăн ачасемшĕн эпĕ чĕрĕ юлма тивĕçлĕ. Мана старшина ят пачĕç. Евдокия, выльăх-чĕрлĕхе упраса хăварăр. Апат-çимĕçе перекетлĕ тăккалăр”. „1942 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕ. Сире Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп, телей сунатăп. Манăн хĕрĕм, юрататăп сана. Кăштах тÿсĕр. Эпир черетлĕ хут тăшман тылне каятпăр. Сире тĕлĕкре час-часах куратăп”. „1943 çулхи февралĕн 23-мĕшĕ. Эпир, фронтовиксем, паттăрла ĕçленĕшĕн колхозниксене тав тăватпăр. Мирлĕ пурнăçра эпĕ ытла та сăпайлăччĕ. Халĕ вара алăра автомат, пиçиххи çинче на­ган. Вăрçă кĕрлевĕпе эпĕ пачах урăхла çын пулса тăтăм. Дуня тата ачамсем, мана „Хăюлăхшăн” медаль пачĕç. Раз­ведчик юлташсем мана саламларĕç. Эпĕ чĕрĕ тата сывă”. „1943 çулхи майăн 10-мĕшĕ. Эпĕ каллех стройра. Тĕлĕнмелле ăнăçать. Тăшмана хирĕç гвардеецла çапăçатăп. Хамăрăн Çĕнтерÿ хыççăн эпĕ сире ытала­са илнĕ кун та çитĕ”. „1943 çулхи августăн 10-мĕшĕ (юлаш­ки çыру). Сирĕн фотоÿкерчĕкĕрсене час-часах пăхатăп. Сирĕншĕн тунсăхлатăп. Эпĕ киле таврăнăп. Манăн юратнăскерсем, пурăнăр, ăслă пулăр...” „Хисеплĕ Евдокия Осиповна тата сирĕн ачăрсем. Эсир хăвăрăн упăшкăрпа тата паттăр-аçăрпа мухтанма пултаратăр. Вăл пирĕн юратнă Тăван çĕршывшăн хăйĕн пурнăçне иккĕленмесĕр пачĕ... Петр Васильевич Михайлов гварди старшинана Вологда хули çывăхĕнче ушкăнла тăванла вилтăприне пытарнă”. Астăвасса, Евдокия Осиповна яланах православи тĕнне ĕненекен хĕрарăмăн хура тĕслĕ тумĕпе çÿретчĕ. Манăн, 14 çулхи ачан, çак чипер кÿршĕ патне пыр­са ыйту пама хăюлăх çитнĕччĕ: „Дуня аппа, мĕншĕн манашка пек тăхăнатăр?” „Ывăлăм, çитĕнсе çитсен манăн пурнăç тĕрĕслĕхне хăвах пĕлсе çитĕн”, - хурав çапла пулчĕ. Çак ăслă хурав тăлăх салтак арăмĕн, тыл ĕçченĕн, тăрăшуллă аннен тата килйыш управçин чăн тертлĕхне тата хаяр тĕрĕслĕхне уçса пачĕ. Вăл хăйĕн упăшкине тата ачисене юлашки кунĕччен чунтан парăнса пурăнчĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
«ЧĂВАШ ЕН» Чăваш наци телевиденийӗ кăçалхи март уйăхӗнченпе спутник урлă эфира тухса тӗнчери пӗтӗм чăвашсене савăнтарчӗ. Нумай пулмасть вăл «Таттелеком» операторăн кабель каналӗсен пакетне кӗрсе хăй тавра тата нумайрах куракан пуçтарма пултарчӗ. Тутарстанри чăвашсен тахçанхи ӗмӗчӗ пурнăçа кӗрсе пырать темелле. Интереслӗ передачăсене ентешсем кăсăклансах пăхаççӗ. «Сувар» хаçат Наци телевиденийӗн эрнелӗх... ❮ ❯ «ЧĂВАШ ЕН» Чăваш наци телевиденийӗ кăçалхи март уйăхӗнченпе спутник урлă эфира тухса тӗнчери пӗтӗм чăвашсене савăнтарчӗ. Нумай пулмасть вăл «Таттелеком» операторăн кабель каналӗсен пакетне кӗрсе хăй тавра тата нумайрах куракан пуçтарма пултарчӗ. Тутарстанри чăвашсен тахçанхи ӗмӗчӗ пурнăçа кӗрсе пырать темелле. Интереслӗ передачăсене ентешсем кăсăклансах пăхаççӗ. «Сувар» хаçат Наци телевиденийӗн эрнелӗх программине пичетлет. Иртнӗ эрнере «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Константин Анатольевич Малышев пирӗн партнерсен студийӗнче Мальвина Петрова журналистпа «Тӗплӗ калаçу» передачăра тӗлпулчӗ, редакцири ӗç-хӗл çинчен каласа пачӗ. Çак интервьюна сире те пăхма сӗнетпӗр. Интернетри юлташсене «Сувар» хаçатăн хут версийӗпе те туслашма сӗнетпӗр. Ăна çырăнас тапхăр малалла тăсăлни пирки аса илтеретпӗр. Çырăнса илме çăмăл тата хаклă мар. «Сувар» хаçата хальхи вăхăтра Раççейри регионсенчи почтăсенче МАП (Международное агентство подписки) катаогӗнче 79273 индекспа шыраса тупма пулать.
(Ирина Кузьмина. И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ). К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн 100 çулхи юбилейӗ тӗлне театрăн пурнăçӗ, ӗçӗ-хӗлӗ, кун-çулӗ çинчен «Чăваш чунлă театр» документлă фильм ӳкереççӗ. Ӳкерӳ ушкăнӗ (сценарисчӗ А.Тарасов журналист, çыравçă, драматург, режиссерӗ ЧР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Л.Трифонов тата операторӗ В.Филиппов)ӗнер Хусанта пулчӗç. Вӗсем Чăваш театрӗн пӗрремӗш спектакльне... ❮ ❯ (Ирина Кузьмина. И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ). К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн 100 çулхи юбилейӗ тӗлне театрăн пурнăçӗ, ӗçӗ-хӗлӗ, кун-çулӗ çинчен «Чăваш чунлă театр» документлă фильм ӳкереççӗ. Ӳкерӳ ушкăнӗ (сценарисчӗ А.Тарасов журналист, çыравçă, драматург, режиссерӗ ЧР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Л.Трифонов тата операторӗ В.Филиппов)ӗнер Хусанта пулчӗç. Вӗсем Чăваш театрӗн пӗрремӗш спектакльне (Н.Островскин «Хăв пурăнас тенӗ пек ан пурăн» пьеси тăрăх хатӗрленӗ постановкăна) лартнă Хусанти Çамрăксен театрӗнче сюжет ӳкерчӗç. «Фильм чăваш театрӗн историйӗ, артисчӗсем, чăваш театрӗнче лартнă, халăха килӗшнӗ, пысăк пӗлтерӗшлӗ спектакльсем çинчен пулӗ. Чăваш театрӗн историйӗ çав тери пуян, И.Максимов- Кошкинский Хусанта хальхи Çамрăксен театрӗн сцени çинче лартнă «Хăв пурăнас тенӗ пек ан пурăн» пӗрремӗш спектакльтен çӗршыв шайӗнче палăрса тăракан театр пулса тăнă. Пирӗн театрпа чăнласах та мухтанма пулать, сăмахран, эпӗ пӗлместӗп пирӗн тăрăхри театрсенчен хăшӗнче СССР халăх артисчӗсем тăваттăн таранах? Енчен те Совет Союзӗ арканман пулсан СССР халăх артисчӗсем пирӗн тата ытларах пулма пултаратчӗç. Унсăр пуçне пӗрех май аталанса пыракан театр та вăл пирӗн. Историне репертуар тăрăх пăхатăп та тӗлӗнетӗп, мӗнле кăна спектакль лартман?! 1968 çулта театр хăйӗн 50 çулне паллă тунă. Çав 50 çул хушшинче театр сцена çине 400 ытла авторăн пьесипе хатӗрленӗ спектакль кăларнă. Вӗсем ют çӗршыв авторӗсен те, вырăс классикин те, уйрăмах чăваш драматургийӗ. Театр хăй аталанса пынипе пӗрлех чăваш литературинче çӗнӗ жанр çуратнă - драма, пьесăсем çырасси. Пӗрремӗш пьесине «Канаш» хаçат редакцийӗнче ӗçленӗ М.Акимов- Авруль çырнă, спектакле 1920 çулта лартнă. Мӗн чухлӗ драматург пулнă тата. Максимов-Кошкинский хăй те çырнă. П.Осиповăн (вăл пӗр вăхăт тӗп режиссер пек театра ертсе те пынă) пьесисем «Айтар», « Кушар»... вӗсем чăваш драматургийӗн классики шутланаççӗ. Театр çитӗнтернӗ Н.Терентьев тата, унăн «Çӗрпе хӗр» пьеси шедевр. 1974 çулта театр Мускава гастрольпе кайсан Мускаври художество академи театрӗн (МХАТ) сцени çинче çак спектакле лартса критиксене тӗлӗнтернӗ. Материал çав тери нумай, фильма пурне те мӗнле кӗртсе пӗтерӗпӗр-ши, пӗр ӗçченне те, пӗр артистне те кӳрентерес килмест. Хăй вăхăтӗнче Фаина Александровна Романова текен театр тӗпчевçи пулнă, тӗлӗнсе каймалла. «Театр, любимый народом» кӗнеке хатӗрлесе хăварнă, шел пулин те хальхи вăхăтра театр ӗçне тӗплӗн тишкерекен çынсем çук. Тӗрӗссипе, халăх çав тери юратакан театр вăл пирӗн. Фильма ӳкерме пуçларăмăр. Паян Хусана килтӗмӗр, хамăр театр пӗрремӗш спектакль лартнă Çамрăксен театрӗн сценине, залне ӳкертӗмӗр. Тӗлӗнмелле те, ку театр унччен мӗнле пулнă, çавăн пекех упранса юлнă»,- терӗ фильм пирки А. Тарасов пирӗнпе тӗл пулсан. Ӳкерӳ ушкăнӗ «Чăваш чунлă театр» фильма декабрь уйăхӗнче вӗçлеме планлать. Театр ăна юбилей вăхăтӗнче кăтартӗ. Сăмах май, К.Иванов ячӗллӗ Чăваш академипе драма театрӗ çитес çул юбилей спектаклӗпе Хусана та килме хатӗрленет. 100 çул каялла лартнă «Хăв пурăнас тенӗ пек ан пурăн» спектакле кунти Çамрăксен театрӗнчех лартӗç.
(Константин Малышев). Мӗнле кăна ятлă командăсем вылямаççӗ пулӗ Хусанти любительсен футбол лигинче. Евролигăри клубсен ячӗллисем те нумай, пирӗн çӗршыври пеккисем те пур. Сентябрӗн 17-мӗшӗнче «ЧНКА» хулари «Лайнер-эпп-2» командăпа тӗл пулчӗ. Вăйă пирӗннисемшӗн «килти» шутланакан «Динамо» стадионра 18.30 сехетре пуçланчӗ. Ак ӗнтӗ миçемӗш вăййа «ЧНКА» каçкӳлӗм ирттерет. Интернетра тӳрӗ эфир илсе... ❮ ❯ (Константин Малышев). Мӗнле кăна ятлă командăсем вылямаççӗ пулӗ Хусанти любительсен футбол лигинче. Евролигăри клубсен ячӗллисем те нумай, пирӗн çӗршыври пеккисем те пур. Сентябрӗн 17-мӗшӗнче «ЧНКА» хулари «Лайнер-эпп-2» командăпа тӗл пулчӗ. Вăйă пирӗннисемшӗн «килти» шутланакан «Динамо» стадионра 18.30 сехетре пуçланчӗ. Ак ӗнтӗ миçемӗш вăййа «ЧНКА» каçкӳлӗм ирттерет. Интернетра тӳрӗ эфир илсе пымашкăн тӗттӗм кансӗрлет, стадионри прожекторсен çуттисем вылякансене те, уйрăмах хӳтӗленекенсене, çăмăллăх кӳмеççӗ. Апла пулин те вылямалла. Çак режим хальхи вăхăра Çырчаллинче пурăнакан пирӗн футболистсемшӗн кăна меллӗ-тӗр. «ЧНКА» йышӗнче хальхинче Алексей Егоров тата Виктор Гудков тапăнакансем, Алмаз Зияров çурма хӳтӗлекен çукчӗ. Çавăнпа та капитан хăйăвне варринчи çурма хӳтӗлекен Кирилл Петров çыхрӗ. Палăртса хăвармалла, «ЧНКА» вылянине курма килекенсем çак лăпкă каç нихçанхинчен нумайччӗ. Хăшӗ-пӗрисем ятарлă футбол атрибутики - фанат шарфӗ те çӗлеттерсе килнӗ. Юрататпăр эпир хамăрăн командăна! Турнир таблицинче 11-мӗш вырăнта пыракан «Лайнер-эпп-2» 15 вăйăран 6-шӗнче çӗнтернӗ, 7-шӗнче выляса янă, 2 ничья. Капла 3-мӗш вырăнта пыракан «ЧНКА» командишӗн хăрушă «тăшман» мар пек, çапах та вăйăра вăл хăйне, атакăсене йӗркелесех каяймасан та, лайăх хӳтӗленекен пек кăтартрӗ. Пирӗннисем çак турнирта 33 гол кӗртнӗ Егоровсăр вылярӗç пулин те, «ЧНКА» тапăнăвне чарма йывăр пулчӗ хирӗç вылякансене. Вăйă пынă хушăра «Лайнер-эпп-2» выляканӗсем 2 сарă карточка илчӗç. Атакăра та вӗсене ăнсах каймарӗ. Пӗрремӗш таймра вӗсене пирӗн хапха енне те таптармарӗç хӳтӗлекенсем. Çав вăхăтра «Лайнер-эпп-2» голкиперӗн ӗçӗ йывăрланнăçем йывăрланса пычӗ. Хирӗç вылякансен хӳтӗлекенӗсем пирӗннисене офсайдра хăварса кăна хăтаркаларӗç хăйсен хапхине. «ЧНКА» атакисем çивӗчленсе пычӗç пулин те пӗрремӗш таймра ăнăçу çитсех каймарӗ. Варринчи тапăнăва хăй çине Алексей Сунейкин илчӗ, сулахай флангра Денис Рыбаков вылярӗ. Сылтăм енче Романов нумай «уçăлчӗ» пулин те, ун патне мечӗк çитсех каяймарӗ. Пысăк хăвăртлăхлă çурма хӳтӗлекен Игорь Михайлов тапăнура пулăшать тесе шутланăччӗ, анчах та хирӗç вылякансенчен пӗри бутсыпе унăн ури çине пусса чутах амантмарӗ. Иккӗмӗш таймра вăйă «Лайнер-эпп-2» çур пайӗнче иртрӗ. Çавăнпа та вăйă вӗçленме 15 минут юлсан, тапăну йӗркелейменнине кура пирӗннисене хирӗç выляканнисем матча 0:0 шутпа та пулин вӗçлес тесе вăхăта тăсма тытăнчӗç. Е вратарӗ мечӗке вăраххăн ывăтса парать, е улшăнакансем васкамасăр утаççӗ... Пирӗннисем вара атака çине атака йӗркелерӗç. Мечӗке айккине тапса кăларассисӗр пуçне «Лайнер-эпп-2» командăра вылякансем нимӗн те шутласа кăлараймарӗç пире хирӗç. Матчăн юлашки минутӗнче аутран Игорь Михайлов Александр Петрова ывăтса пачӗ. Петров «Лайнер-эпп-2» командăн лутра пӳллӗ вратарьне мечӗке шăп перекладина айне тапса улталарӗ, леш, мала тухса тăнăскер, сиксе çитеймерӗ. Вырăсла çак меслете «плюха» теççӗ. Шут 1:0 пулса тăнă хыççăн судья нумай выляттармарӗ те, вăййа вӗçлерӗ. Çак çӗнтерӳ пире питӗ кирлӗччӗ. Матч пынă хушăра тăтăшах прессинг йӗркеленӗ футболистсене ăнăçусăр юрамасть. Ку вăйă «ЧНКА» чăмăртанса çитнӗ, лидерсăр та выляякан команда пулнине çирӗплетрӗ.
Октябрĕн 14-мĕшĕнче аналоглă телевидени вещанине пĕтĕм республикипе чарса лартнă. Çĕнĕ тĕслĕхлĕ вещанине алла илме пирĕн районта пурăнакан çынсене волонтерсем пулăшаççĕ. Хушăлка ял Совечĕ ял тăрахĕнче волонтерсем ял халăхне цифра телевиденине куçасси çинчен пелтерсе çÿренĕ. Пушкăртстан Республикинче цифрăллă телевиденипе çыхăнмалли ыйтусемпе регионти «хĕрÿ линийе» шăнкăравламалла: 8-800-347-00-55 (тÿлевсĕр). Çамрăксен «Вектор» центрăн материалĕсем тăрăх. Николай ПЕТРОВĂН сăнÿкерчĕкĕсем. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Сахăр диабечĕ – юнра сахăр ÿссе кайнин чирĕ. Вăл уйрăмах ытла вăраха кайсан хăрушă. Вăхăт иртнĕçемĕн юн пусăмĕнче сахăр нумайланни куçсенче, пÿрере, урасенче палăрма пуçлать. Куçсемпе пÿрере юн куçакан хăвăл тымарĕсем ыратнипе çынсем асапланма пуçлаççĕ. Сахăр чирĕ икĕ тĕрлĕ пулать. Пĕрремĕшĕ инсулинпа çыхăннă. Ун пек чухне организмра инсулин туса кăларакан клеткăсем пĕтеççĕ. Инсулин вăл – организмри клеткăсене юнри сахăра ирĕлтерсе йышăнма пулăшакан гормон тата глюкоза юна кĕме пултартăр тесе клеткăсене уçакан хатĕр. Çыннăн пурнăçне çăлса хăварассишĕн организма инсулин кĕртмелле. Иккĕмĕшĕ инсулинпа çыхăнса тăмасть. Организмра ун виçи тивĕçлĕ шайра пулсан та, стресс вăхăтĕнче диабет кетоацидозĕ пулма пултарать. Ытлашши мăнтăрланни те сахăр чирĕ пуçланас хăрушлăх кăларса тăратать. Эпир организма кирлĕ энергие углеводсенчен /сахăр/, белоксенчен тата çусенчен илетпĕр. Организмшăн сахăр уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ /калăпăр, спорт хусканăвĕсем тунă чухне энерги кăларать/. Сахăр чирĕ пуçлансан урасенче юн çаврăнăшĕ ерипенленме, ÿт-тирте тĕрлĕ бактерисем, кăмпа чирĕсем аталанма пултараççĕ. Ÿт çинче глюкоза пурри инфекци саракан бактерисемшĕн питĕ лайăх услови пулса тăрать. Çавăнпа та кашни кун урасене ача-пăча супăнĕпе лайăх çумалла. Чир ан пуçлантăр тесен эрех-сăрапа, пируспа туслă пулмалла мар. Апат-çимĕçе те пĕлсе апатланмалла. Организма тĕрлĕ хусканусемпе тăтăшах пиçĕхтермелле. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Пушкăртстанра кăшăлвирус инфекцийĕпе чирлекенсене сиплеме уçнă больницăсенче 3 пине яхăн вырăна чакарнă. Сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин пĕлтернĕ тăрăх, 6 334 вырăнтан 3 667-че çити сахаллатнă. Пушкăртстанра кăшăлвирус инфекцийĕпе чирлекенсене сиплеме уçнă больницăсенче 3 пине яхăн вырăна чакарнă. Сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин пĕлтернĕ тăрăх, 6 334 вырăнтан 3 667-че çити сахаллатнă. - Февраль уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне республикăри мĕнпур сыватмалли вырăнсен 71 % пациентсемпе тулнă, 29 % - пушă. Çтерлĕри инфекции центрĕнче паянхи кун 138 çын сипленеççĕ, Зубовăра – 297,- тенĕ сывлăх сыхлав ведомствин ертÿçи. Февраль уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне Пушкăртстанра COVID-19-па чирлекен 25 566 çынна шута илнĕ тесе пĕлтернĕ республикăри кăшăлвирус инфекцийĕпе кĕрешекен оперативлă штабра. Юлашки талăкра чирлисен шучĕ 168 ÿснĕ. Пурĕ больницăсенчен сывалса тухнисем 19 368 çынпа танлашнă, талăкра -54. Хальхи вăхăтра сывату учрежденийĕсенче 303 пациент сипленет, вĕсенчен 45-шĕ хăйсене йывăр туяççĕ. Амбулатори мелĕпе сывалаканисем – 5687 çын. Юрий СНЕГОПАД. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Кашни халăхăн хăйĕн паттăрĕсем пур. Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, вăл - Андриян Григорьевич Николаев. А.Г. Николаев летчик космонавт тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарни чăваш халăх историйĕнче калама çук тарăн йĕр хăварнă. Ун çинчен нумай çырнă, кĕнекесем пичетлесе кăларнă. Космонавтăн ĕçлĕ биографине тĕплĕн тĕпчени çакна çирĕплетет - вăл çут çанталăк панă ăсне, вăй-халне пĕтĕмпех çĕршыва, хăй халăхне панă. А.Г. Николаев тивлечĕпе эпир хамăр халăха тата та ытларах юратма, хисеплеме, хамăр чăваш пулнишĕн мăнаçланма пуçларăмăр. Анчах идеологи ĕçĕнче Андриян Николаев ячĕпе сайра хутра çеç усă куратпăр çав. Вăл вара наци геройĕн ятне тивĕç. Чăвашсем пурăнакан ялсенчи урамсене, шкулсене (тĕслĕхрен, вăл пĕр хутчен çеç мар пулнă Толбазă ялĕнче) Андриян Григорьев ятне памалла. Вĕçевçĕн çар биографийĕнчи нумай самант пирĕншĕн паллă мар. Вăхăт иртнĕçемĕн ун çинчен ытларах информаци тупăнасса шанатпăр. Пирĕн тăрăхра наци геройĕсене чыслама пĕлеççĕ. Анчах республикăра ку таранччен А.Г. Николаев музейĕ пулман-ха. Телее, пăр вырăнтан тапранчĕ темелле. Çак ĕçĕн пуçаруçи – ПР чăваш культура обществи. Калинин районĕнчи чăваш вырсарни шкулĕ музей валли 23№ шкулта (вăл ЧВШ филиалĕ шутланать) 25 тăваткал метр вырăн уйăрнă. Çулталăк тăршшĕпе 30 яхăн экспонат, 370 сăн ÿкерчĕк, видеофильм, А.Г. Николаевăн чĕрĕ сассине пуçтарнă. Музее малалла аталантармалла. Ун валли кирлĕ документсем хатĕрлемелле. Кăçалхи июнь уйăхĕн 21-мĕшĕнче ПР регионти чăвашсен наципе культура автономийĕпе Чăваш Республикинчи Космонавтика музейĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесси çинчен алă пусрĕç. Унпа килĕшÿллĕн Ĕпхÿри А.Г. Николаев ячĕллĕ музей Космонавтика музейĕн филиалĕ шутланĕ. Çак килĕшÿ ăна малалла аталанма пулăшса пырĕ. Килĕшĕве ПР чăваш культура обществин председателĕ Ю.П. Михайловпа космонавтика музейĕн директорĕ А.Н. Тукмаков тунă. Çывăх вăхăтра общество правленийĕн ларăвĕнче музея аталантармалли çул-йĕре сÿтсе явĕç, унăн директорне палăртĕç. Музей ертÿçи Андриян Николаев хĕсметре тăнă çăлтăрлă хуласенче пулса курĕ, Чăваш Енре çуралса ÿснĕ, халĕ Мускав хулинче пурăнакан «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» офицерсен пĕрлешĕвĕн ертÿçисемпе тĕл пулĕ. Музей валли уйăрнă вырăна йĕркене кĕртсе, унта тĕнче уçлăхĕнче пулнисене хисеплекенсем тăтăшах килсе çÿрессе шанатпăр. Юрий МИХАЙЛОВ, ПР чăваш культура обществин председателĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
(Геннадий Карсаков. Автор сăнӳкерчӗкӗ) Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел Культура çуртӗнче çак кунсенче шахматпа уçă турнир иртрӗ. Спорт мероприятине хальхинче Бауман ячӗллӗ хуçалăхăн комплекслă бригадирӗ, ТАССР Аслă Канашӗн депутачӗ пулнă Иван Андреева халалланăччӗ. Пӗрремӗш уçă турнира Çӗнӗ Йӗлмел тата Çӗнӗ Чукал ялӗсенчи шахматла выляма юратакан (ачасем те, аслисем те) 20 яхăн... ❮ ❯ (Геннадий Карсаков. Автор сăнӳкерчӗкӗ) Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел Культура çуртӗнче çак кунсенче шахматпа уçă турнир иртрӗ. Спорт мероприятине хальхинче Бауман ячӗллӗ хуçалăхăн комплекслă бригадирӗ, ТАССР Аслă Канашӗн депутачӗ пулнă Иван Андреева халалланăччӗ. Пӗрремӗш уçă турнира Çӗнӗ Йӗлмел тата Çӗнӗ Чукал ялӗсенчи шахматла выляма юратакан (ачасем те, аслисем те) 20 яхăн çын хутшăнчӗ. Турнира Иван Васильевичăн ывăлӗ Николай Андреев тата шкулта пӗрле вӗреннӗ юлташӗ Николай Мискин пенсионер уçрӗç. Вӗсем хисеплӗ ентешӗн пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ çинчен кăштах каласа пачӗç. Кун хыççăн вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Наиль Шихрановпа шкул директорӗ Владимир Мискин пухăннисене пурне те саламласа ăмăртура ăнăçу сунчӗç. Хутшăнакансем кам кампа выляссине, хăнăхнă йăлапа шăпа палăртрӗ. Пухнă баллсем тăрăх, ачасенчен: I вырăна - Нафис Гафуров, II - Илья Карсаков, III- Альфис Гафуров; аслисенчен: I - вырăна Рамис Гафуров, II- Николай Мискин, III - Данил Ефимов çӗнсе илчӗç. Пӗрремӗш уçă турнира хастар хутшăннă шахматистсене пурне те спонсор парне тата Хисеп хучӗ парса чысларӗ. Çаплах вăл пӗрремӗш турнира йӗркелекенсене: ял хутлăхӗн пуçлăхне Наиль Шихранова, шкул директорне Владимир Мискина, шахмат конкурсӗн ертӳçине Геннадий Карсакова тав турӗ. Çӗнтерӳçӗсене район администраци пуçлăхӗн çумӗ Алексей Сарафанов тата ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Наиль Шихранов та саламларӗç.
Çитес çулта Пушкăртстанра 241,9 км тăршшĕ регион тата муниципаллă пĕлтерĕшлĕ çулсене юсассине плана кĕртнĕ. Çакăн çинчен республикăри Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн патшалăх комитечĕн официаллă сайтĕнче пĕлтернĕ. Ведомство даннăйĕсем тăрăх, 2019 çулта регион трассисемпе хула урамĕсене кăна мар, республикăн Çул-йĕр фондĕнчен укçа-тенкĕ уйарнă участоксене те тирпей-илем кÿртĕç. Бюджет законодательствипе шайлашуллăн кашни муниципалитетăн муниципаллă çул-йĕр фончĕ пур, ун шучĕпе вырăнти пĕлтерĕшлĕ автоçулсене юсаççĕ. Пирĕн районта 2019 çулта регион тата муниципаллă пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсене юсамалли объектсен шутне кĕнĕ: Усак-Кичу — Кăркан автомобиль çулĕн 9,82 км — 11,82 км участокне, 2020 çулта хута ямалла; Усак-Кичу — Кăркан автомобиль çулĕн 2,050 км — 3,250 км участокне, 1,20 км; Приютово — Пишпÿлек автомобиль çулĕн 23,92 км — 28,62 км участокне, 3,20 км; Аксаково — Ăхпуç автомобиль çулĕн 3,601 км — 5,401 км участокне, 2021 çулта хута кĕртмелле. Пушкăртстан Республикин территори заказĕн укçи-тенки шучĕпе 2019 çулта вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче çак ĕçсене пурнăçлĕç: Демский — Хомутовка автомобиль çулĕ çинчи Уязы çырма урлă кĕпере юсасси; Çĕнĕ Биктяш — Чегодаево çулăн 3,0 км — 5,0 км участокне, Сухоречка — Исякаево çулăн 7,0 км — 10,0 км участокне, 5 км; Пăслăк — Кунакул (Пăслăк урамĕ) автомобиль çулĕн çул-йĕр сарăмне, 2 км. Муниципаллă районăн çул-йĕр фончĕн хатĕрĕсен шучĕпе: Пишпÿлекри Космонавтсен тата Габдулла Тукай ячĕллĕ урамĕсен транспорт çÿрекен пайне асфальт сийĕ сарасси, 1 км; Пишпÿлекри Романов генерал ячĕллĕ тата Мурманский ячĕллĕ урамсен çул-йĕр сарăмне тăвасси, 1,1 км. Пушкăртстанра республикăн ертÿçин Радий Хабировăн хушăвĕпе «Тăван урам» программăна хута яраççĕ, унăн йĕркипе кашни ялта тĕп урама асфальт сийĕ сармалла. Программăна пилĕк çула пăхса хунă — 2019 çултан пуçласа 2024 çулччен. Районта программа тăрах урамсен 62 км çулне асфальт сийĕ сарма планланă. Ирина ФОМИНА хатĕрленĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине уявлас умӗн, май уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Волгоград хули патӗнче икӗ хĕрлĕ армеец виллин шӑммисене тупнӑ. Вӗсем Октябрьски районĕнчи Водино ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Чӑваш халӑх сайтне кун пирки асӑннӑ тӑрӑхри йӑхташӑмӑр Александр Зарянин (унӑн чӑвашла ячӗ – Асамат Шурӑмпуҫ) пӗлтерчӗ. Андрей Филиппович Григорьев – кӗҫӗн лейтенант, 1917 ҫулта Пушкӑртстанри Мияки районĕнчи Смородиновка чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл разведчиксен взвочӗн командирӗ пулнӑ. Тепри – Александр Андреевич Кузьменко, 1910 ҫулта Красноярск крайӗнче ҫуралнӑ. Иккӗшӗ те 126-мӗш стрелоксен дивизийӗн разведка батальонӗнче хĕсметре тăнă. 1942 ҫулта ҫак икӗ хĕрлĕ армеец Сталинград (халӗ Волгоград) ҫывӑхӗнче заданипе пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пурнӑҫран мӗнле уйрӑлни паллӑ мар. Вĕсем тыткăна лекиччен вилӗм суйласа илнĕ. Ҫак таранчченех Андрей Григорьев чӑваш хыпарсӑр ҫухалнӑ шутланнӑ. Вӑрҫа кайиччен вӑл Еспуҫ шкул директорӗ пулнӑ. Пӗлӗвӗпе – историк. Унӑн аслӑ пиччӗшӗ Иван та вăрçăра пулнă. Асамат Шурӑмпуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Андрей Григорьев вӑрҫӑччен ҫемьеленсе ӗлкӗрнӗ. Мӑшӑрӗ Евдокия Иванова чӑваш хӗрӗ пулнӑ. Вӑл Пишпӳлек районӗнчи Ҫирӗклӗре ҫуралнӑ. Мӑшӑрӑн Валентина ятлӑ хӗр ҫут тӗнчене килнӗ. Валентина Андреевна Удмурт Республикинчи Алексей Мерзлякова каччӑ тухнӑ. Унӑн ачисем ҫавӑнта пурӑнаҫҫӗ. Андрей Григорьев ашшӗ Филипп Ефимов пулнӑ, амӑшӗ – Мария. Ҫемьере ҫичӗ ача - Йӑван, Пӑлаки, Автоти, Унтри, Мархви, Вера, Лексантӑр – ҫуралнӑ. Филипп Ефимов йӑхне Шурӑмпуҫ тенӗ. Андрейӑн аслӑ пиччӗшӗ, Иван (1907-1969 çç), вӑрҫӑран таврӑннӑ. Учитель пулса ӗҫленӗ, районти шкулсен инспекторӗнче тӑрӑшнӑ. Унӑн ачисем Шурӑмпуҫ йӑхне тӑсаҫҫӗ. Чăваш халăх сайчĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Аксу районӗнчи Кивӗ Мăкшел ялӗнчи Анатолий Самаренкинăн хресченпе фермер хуçалăхӗ ыттисем пек выльăх-чӗрлӗх ӗрчетессипе мар, кăмпа (вешанка) ӳстерессипе ӗçлет. Çакăн валли кунта ятарлă цех уçнă, кăмпа типӗтмелли кăмакасем вырнаçтарнă. Фермер хуçалăхӗнче пурӗ те тăватă çын кăна ӗçлет иккен. Апла пулин те уйăхсерен икшер тонна кăмпа татаççӗ, тесе пӗлтерет ТР Ял... ❮ ❯ Аксу районӗнчи Кивӗ Мăкшел ялӗнчи Анатолий Самаренкинăн хресченпе фермер хуçалăхӗ ыттисем пек выльăх-чӗрлӗх ӗрчетессипе мар, кăмпа (вешанка) ӳстерессипе ӗçлет. Çакăн валли кунта ятарлă цех уçнă, кăмпа типӗтмелли кăмакасем вырнаçтарнă. Фермер хуçалăхӗнче пурӗ те тăватă çын кăна ӗçлет иккен. Апла пулин те уйăхсерен икшер тонна кăмпа татаççӗ, тесе пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби. Кăмпа ӳстерекен оператор Татьяна Жукова каланă тăрăх, ку кăмпа яланах пӗр пек ӳсмест-мӗн. Ăнса çитӗннӗ вăхăтсенче кăмпана кашни кунах татма тивет, ытти чухне вара кун урлă. Хуçалăх кăмпана капла та, типӗтсе те сутать. Асăнтăм ӗнтӗ, типӗтмешкӗн ятарлă кăмакасем вырнаçтарнă. Кăмпана типӗтсен ваклаççӗ те виçшер килограмм кӗрекен пакетсене тултараççӗ. Сăмах май, продукцие хуçалăх республикăри апат-çимӗç предприятийӗсене сутать. Тутлă çак кăмпана вара соуссем, специсем апат валли ытти техӗмлӗ япаласем тума усă кураççӗ. Хресченпе фермер хуçалăхӗ ку ӗç тупăшлине кура хальхи вăхăтра производствăна анлăлатма шутлать, çак тӗлӗшпе унчченхи корпус çумне хушма пӳлӗмсен строительствине пуçланă.
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх 3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ 2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке 1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан 1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла
Февралӗн 5-мӗшӗнче алхаснă çил-тăман республикăн çул-йӗр службишӗн кăна мар, мӗнпур ведомствăшăн тӗрӗслев пулчӗ. Кун пек чух çын пурнăçӗ тӗп вырăнта, çавăнпа Тутарстанри медучрежденисем пурте хатӗрлӗхре тăчӗç. Телее, çанталăка пула шар курнă, аманнă, тăм илнӗ тӗслӗхсем пулман. Вăйлатнă режим паян та вăйра-ха. Анчах та Хусанти тата поселоксенчи çулсене тасатманнипе васкавлă пулăшу... ❮ ❯ Февралӗн 5-мӗшӗнче алхаснă çил-тăман республикăн çул-йӗр службишӗн кăна мар, мӗнпур ведомствăшăн тӗрӗслев пулчӗ. Кун пек чух çын пурнăçӗ тӗп вырăнта, çавăнпа Тутарстанри медучрежденисем пурте хатӗрлӗхре тăчӗç. Телее, çанталăка пула шар курнă, аманнă, тăм илнӗ тӗслӗхсем пулман. Вăйлатнă режим паян та вăйра-ха. Анчах та Хусанти тата поселоксенчи çулсене тасатманнипе васкавлă пулăшу бригадисене ӗçлеме çав тери йывăррине, спецтранспорт кӗрейменнине пӗлтереççӗ тухтăрсем. ТР Сывлăх сыхлав министрестви пӗлтернӗ тăрăх, ноябрӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра тăм илнӗ 32 çынран 7-шӗ вилнӗ, вӗсен йышӗнче ачасем çук. (Р. Гали сăнӳкерчӗкӗ).
Районти тĕп больницăра сывлăх кăлтăкĕсемлĕ 119 ача учетра тăрать. Вĕсене ашшĕ-амăшĕпе тăванĕсем кăна мар, районти обществăлла организацисем, район администрацийĕ куллен тимлĕх уйăрать. «Ырăлăх çулĕпе» культурăпа спорт фестивалĕ Пишпÿлекри «Парус» физкультурăпа сиплев комплексĕнче иртрĕ, унта 6 çултан пуçласа 14 çулчченхи 57 ача хутшăнчĕ. Чылайăшĕсемпе ял тăрăх пуçлăхĕсем тата ял совечĕсенчи çамрăксем тĕлĕшпе ĕçлекен специалистсем пĕрле килнĕ. Çутă спорт залĕнче хаваслă ача-пăча юрри янăрарĕ, туслă калаçу йĕркеленчĕ. Фестивале район администраци пуçлăхĕ Наиль Гатауллин уçрĕ. Амăшĕсен районти обществин председателĕ Римма Ахметова амăшсене чăтăмлăхшăн, ачасене шаннăшăн, район адмистрацине тата структура подразделенисене тимлĕхшĕн тав турĕ. Районти сусăр çынсен обществин председателĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Елена Андреева кашни кунпа савăнма чĕнсе каларĕ. Малалла фестивальте сăвăсем янăрарĕç, юрăсем шăранчĕç, ачасем хавасланса ташларĕç. Спорт вăйине хастар хутшăнакансем пурте парне илчĕç. «Мир вкуса» кафе ачасемпе ашшĕ-амăшĕ валли сĕтел хатĕрленĕччĕ. Юлашкинчен кăмăл тăвакансем пурте «Империя» кинотеатра мульфильм пăхма кайреç. Владимир СМОЛОВ. Сăнÿкерчĕке: Владимир СМОЛОВ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Çтерлĕ районĕнчи Ямансас (Ишпарсово) ялĕнче çуралса ÿснĕ, паянхи кун Çтерлĕ хулинче кун кунлакан Николай Михайлович ЕФИМОВА, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тата педагогика ĕçĕн ветеранне 100 çулхи юбилей ячĕпе хĕрÿллĕн саламлатпăр! 100 çул сахал-и вăл, нумай-и? Паллах, нумай. Кашни çыннах ун чухлĕ пурăнма пÿрмен. Çак халиччен курман пысăк йывăрлăх вуншар миллион çын пурнăçне татнă. Çапах та çĕр-шывăмăра хÿтĕлеме ватти-вĕттипех кар! тăнă пирĕн халăх пĕтĕçÿлĕхпе çирĕп кăмăл, паттăрлăх тата Тăван çĕршыва чунтан юратни кирек мĕнле тăшмана та çĕнтерме пулăшнине ĕнентермелле кăтартса панă. Вĕсенчен пĕри - пирĕн сумлă юбиляр! Николай Михайловича чунтан çĕр йăтайми ырă, ăшă сăмахсем, çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм тата вăрăм кун-çул, ачисен тата мăнукĕсен, мăнукĕсен ачисен юратăвне туйма сунатпăр! Çĕре çити тайма пуç сире, çамрăк ăруран! Вăрçăри паттăрлăхшăн тата мирлĕ пурнăçри ырми-канми ĕçĕршĕн чунтан тав тунине йышăнсамăр. Юбилей ячĕпе! Пушкăрт Республикинчи Чăвашсен пĕрлешĕвĕ, Çтерлĕри чăвашсен наципе культура автономийĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Сентябрӗн 15-мӗшӗнче Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев Тутарстан Республикинчи Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗпе, Тутарстан Республикин Патшалăх Канашӗн депутачӗпе Дмитрий Самаренкинпа ӗçлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Регионсем хушшинчи культура çыхăнăвӗсене сарассипе йышăннă ыйтусене пăхса тухма Чăваш наци конгресӗн президенчӗ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, Чăваш Республикин культура министрӗ Константин Яковлев... ❮ ❯ Сентябрӗн 15-мӗшӗнче Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев Тутарстан Республикинчи Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗпе, Тутарстан Республикин Патшалăх Канашӗн депутачӗпе Дмитрий Самаренкинпа ӗçлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Регионсем хушшинчи культура çыхăнăвӗсене сарассипе йышăннă ыйтусене пăхса тухма Чăваш наци конгресӗн президенчӗ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, Чăваш Республикин культура министрӗ Константин Яковлев хутшăннă, пӗлтерет ЧР власть органĕсен официаллă порталĕ. Чи малтанах, калаçăва пуçарнă май, регион Пуçлăхӗ Дмитрий Самаренкина Чăваш наци конгресӗпе тачă çыхăнса ӗçленӗшӗн, пӗр-пӗрин паха опычӗсене тӗпе хурса пынăшăн ырласа тав сăмахӗсем каланă. «Раççей халăхӗсен культури - çӗршыв культурин нихăçан та уйрăлми тӗп пайӗ шутланать», - тенӗ вăл.Чăваш Ен Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев Тутарстан Республикин Президентне Рустам Минниханова хăйсен регионӗнче чăваш чӗлхине аталантарассипе пысăк витӗм кӳнишӗн ырласа тав сăмахӗсем каланă, республикăра культура курăмлăн вăй илсе пынине асăннă. «Шкулсенче наци чӗлхине ăша хывса пыма вӗрентӳ пособийӗсем пулни çав тери аван. Атăлçи тăрăхӗнче пурăнакансен пӗр-пӗрин наци чӗлхине упраса хăварма пулăшакан пысăк ӗç, унăн пӗлтерӗшӗ те самай», - тенӗ сăмаха тăсса. Дмитрий Самаренкин хăйӗн сăмахӗнче кӳршӗллӗ икӗ регионăн тахçантанпах тӗвӗленнӗ ӗçлӗ çыхăнăвӗсем лайăх пулнине, пӗр-пӗринпе ӗмӗрех туслă пурăннине уйрăммăн палăртса хăварнă. Çакăн пек пурăнни пурсăмăра та малалла ăнтăлма, çитӗнӳсем тума пулăшать тенӗ вăл. Çавăн пекех енсем Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине асăнса ирттерекен мероприятисем пирки канашланă, кунсăр пуçне К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрне 100 çул çитнине паллă тăвассине сӳтсе явнă.
Тутарстанра кун пек уяв та пур. Тепӗр тесен, ялта тутар лашасăр пурăнман, халӗ те пурăнмасть. Шăпах çак выльăха юратнипе тепӗр уяв çуралнă та. Кăçалхи шучӗпе тăваттăмӗш, вăл ӗнер Арск районӗнчи Çӗнӗ Кырлай ялӗнче иртнӗ. Çитменнине кăçалхи уяв статусне те ӳстернӗ, вăл халь халăхсем хушшинчи шутланать. Çавна кура СНГ çӗршывӗсен кубокӗшӗн... Тутарстанра кун пек уяв та пур. Тепӗр тесен, ялта тутар лашасăр пурăнман, халӗ те пурăнмасть. Шăпах çак выльăха юратнипе тепӗр уяв çуралнă та. Кăçалхи шучӗпе тăваттăмӗш, вăл ӗнер Арск районӗнчи Çӗнӗ Кырлай ялӗнче иртнӗ. Çитменнине кăçалхи уяв статусне те ӳстернӗ, вăл халь халăхсем хушшинчи шутланать. Çавна кура СНГ çӗршывӗсен кубокӗшӗн ут ăмăртăвне те ирттернӗ вӗсем. Ăмăрту тенӗрен, мӗнли кăна пулман: тӗрлӗ дистанцие чупасси, лаша кӳлесси, тулли урапапа чупасси тата ытти те. Кунти пек вăрăм дистанцие утсемпе Тутарстанра урăх ниçта та чупмаççӗ. Кăçал чи вăрăм дистанци 120 километр пулнă. Кунсăр пуçне унчченхи дистанцисем 30,40,80-шар километр та сыхланса юлнă. Район пуçлăхӗ Ильшат Нуриев каланă тăрăх, чи вăрăм дистанцие çитес çул 160 километра çитерме планлаççӗ. Паллах, çакăн вăрăмăш дистанци лашашăн та, унăн хуçишӗн те çăмăл мар. Ăна тухас тесен лашасене кантармах тивет. Çапла ку дистанцие иртме 8-12 сехетех кирӗ. Çавна кура вӗсем ирхине 5 сехетрех старта тухнă. Кăçал ăмăртăва тӗрлӗ ăратлă 43 ут хутшăннă. Чи çамрăк жокея 12 çул. Хаклă хăнасенчен вара ТР Премьер-министрне Васил Шайхразиева асăнмалла. Сăмах май, вăл та утпа 40 километр дистанцие чупнă. «Ут ăмăртăвӗсем урлă тутар халăхӗн пурнăçне кăтартасшăн эпир. Шутлани пурнăçланать пек туйăнать. Юлашки икӗ çулта уявра тутар компоненчӗ тата вăйлăрах палăра пуçларӗ»,- тенӗ Н.Шайхразиев. Паллă ӗнтӗ, тӗп тимлӗх хальхинче те кивӗ тутар ăратлă утсем çине пулнă. Сăмах май, ăмăртăва çак ăратлă 12 ут килнӗ. «Çитес çул çак лашасемпе эпир Хусантан Авалхи Пăлхара çитесшӗн. Плансем тата пысăк. Кивӗ тутар ăратлă утсемпе Пăлхартан Мекках кайма шутлатпăр. Çапла майпа тутар лашисем мӗнлине курччăр. Тюменьрен Пăлхара каяс шухăш та пур»,- тенӗ ăрат сумне ӳстерес шухăшне Тюмень облаçӗнчи Тутар конгресӗн председателӗ Ринат Насыров. Ăмăртусен статусӗ халăхсем хушшинчи пулсан та, унта ют çӗршыв хăнисем питех курăнман. Раççейрен вара çителӗклӗнех килнӗ. Вӗсем Мускавран, Пензăран, Липецкран, Ростовран, Мускав облаçӗнчен, Кабардин-Балкар Республикинчен, Карачеево- Черкессирен пулнă.
Пушкăртстанри нумай хваттерлĕ çуртсенче, уйрăм секторта пурăнакан çынсем, çаплах юридически лицосем тата уйрăм предпринимательсем 2019 çулхи январьте каяшсене пухас енĕпе пулăшусем пама регион операторĕпе договор тума тивĕçлĕ. Çавăн çинчен ПР Çутçанталăкпа усăланас ĕç тата экологи министерствинче пĕлтерчĕç. Россия Федерацийĕн Правительстви çирĕплетнĕ йăлари хытă каяшсене пухмалли правилăсенче çакăн пек договорсем тăвас кирлĕлĕхе шута илнĕ. Договор тумалли тĕслĕхе тата йĕркене хальхи вăхăтра республика территорине тивĕçтерекен регион операторĕн официаллă сайтĕнче вырнаçтарнă. „Эко-Сити” РО ООО (т. 8-800-700-49-00, http://ecocityrb.ru/) Кумертау, Салават, Сибай, Стерлитамак хулисене, Абзелил, Аургазă, Баймак, Белорецк, Бурзян, Гафури, Зианчура, Стерлибаш, Зилаир, Ишимбай, Кугарчă, Куюргазă, Мелеуз, Мияки, Стерлитамак, Учалă, Федоровка, Хайбулла районĕсене тивĕçтерсе тăрĕ. Çÿп-çап пухмалли тата турттарса тухмалли çĕнĕ системăна куçассипе çыхăннă мĕнпур ыйту тăрăх регион операторĕн „хĕрÿ линийĕн” тата ПР Экологи министерствин (8(347)218-03-90) телефонĕсемпе шăнкăравлама пулать. 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен республика, пĕтĕм çĕршыв пекех, коммуналлă хытă каяшсемпе усă курмалли çĕнĕ системăна куçни çинчен аса илтеретпĕр. Халĕ çÿп-çапа пухас, турттарса тухас, ĕçлесе хатĕрлес, утилизацилес, сиенсĕрлетес тата чавса чикес енĕпе регион операторĕ ĕçлĕ, çынсем вара, çирĕплетнĕ тарифсемпе килĕшÿллĕн, çак пулăшусемшĕн тÿлĕç. Л. ТАЛИПОВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
2022 çулта Пелепей тăрăхĕнчи Ярмулай ялне никĕсленĕренпе 260 çул çитет. Шкул уçăлнăранпа та 140 çул пулать. Вырăнти пĕлÿ çуртĕнчен сахал мар тава тивĕçлĕ, çĕршывăн тĕрлĕ отраслĕсенче, çав шутра шалти ĕçсемпе çар органĕнче те чапа тухнă çынсем сахал мар вĕренсе тухнă. 2022 çулта Пелепей тăрăхĕнчи Ярмулай ялне никĕсленĕренпе 260 çул çитет. Шкул уçăлнăранпа та 140 çул пулать. Вырăнти пĕлÿ çуртĕнчен сахал мар тава тивĕçлĕ, çĕршывăн тĕрлĕ отраслĕсенче, çав шутра шалти ĕçсемпе çар органĕнче те чапа тухнă çынсем сахал мар вĕренсе тухнă. Паянхи шкул çуртне хăпартнăранпа 45 çул çитрĕ. Шкул коллективĕ тăрăшнипе вăл шалтан та, тултан та илемлĕн курăнса тăрать. Анчах та унăн тăрри кивелнĕ. Кăшт çумăр çусанах унтан та кунтан çумăр тумлать. Çавăнпа та вырăнти учительсен коллективĕ тата шкулта вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсем вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăна хутшăнса шкул çурчĕн тăррине улăштарма сĕнчĕç. Проектпа смета документацийĕ тахçанах хатĕр. Вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăна хутшăнассипе çыхăннă пухăва Ярмулай шкулне çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсем - Ярмулай, Этĕл, Марьян тата Çирĕклĕ ялĕсенче пурăнакансем - хутшăнчĕç. Сĕнĕве пурте пĕр саслă пулса ырласа йышăнчĕç, кирлĕ ĕçшĕн сметăпа палăртнă хакăн 15% хăйсен укçипе саплаштарма никам та хирĕç пулмарĕ. Программăна фермерсемпе ял хуçалăх предпринимателĕсем те хутшăнаççĕ. Пухура сăмах тухса калакан нумай ача амăшĕ Анфиса Волкова, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Михаил Сидоров, асăннă шкулта вĕренекен хĕр ачан ашшĕ Андрей Яковлев, шкул директорĕ Сергей Сидоров тата ыттисем те шкул тăррине пĕр тăхтаса тăмасăр юсамалли çинчен каларĕç. Пилĕк çынтан тăракан пуçару ушкăнĕ ĕçе тытăннă та ĕнтĕ. Эпир хамăрăн «Ярмулай ял шкулĕн тăррине тĕплĕн юсасси» проекта республика комиссийĕ ырласа йышăнасса, икĕ пысăк юбилей тĕлне шкул тăррине çĕнетессе шанатпăр. Ачасем хăйсен ÿкерчĕкĕсем çинче «Пирĕн иккĕмĕш кил тăрри» выставка йĕркелерĕç тата сочиненисем çырчĕç. Михаил ЕРМОЛАЕВ. Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ министерствинче Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта 4-5 ыйту сӳтсе яврӗҫ. Чи малтанах тӳрлетнӗ орфографи правилисене халӑх патне ҫитересси пирки калаҫрӗҫ. Калаҫу каллех пӗрле е уйрӑм ҫырасси ҫине куҫма пуҫланӑран ыйтӑва хӑвӑртрах пӗтӗмлетме шутларӗҫ. Юрий Виноградова вара орфографи словарьне хӑвӑртрах хатӗрлесе ҫитерме сӗнчӗҫ. Ӑсчах хальхи вӑхӑтра П тата Р саспаллисемпе ӗҫлени пирки пӗлтерчӗ. Чылайӑшӗ ҫӗнетнӗ правилӑсемпе паллашасшӑн пулин те вӗсене тепӗр 2-3 уйӑх кӗтме ыйтрӗҫ. Хальхи вӑхӑтра правилӑсене юридици шайӗнче ҫирӗплетес ӗҫ пыни пирки Юрий Николаевич Исаев каларӗ. Малалла шкулсенче усӑ куракан вӗренӳ кӗнекисемпе методика кӑтартӑвӗсем тавра калаҫу иртрӗ. Доклад калаканӗ Ираида Степанова пулчӗ. 2017 ҫулта вӗренӳ кӗнекисен ҫӗнӗ федераллӑ йышне хатӗрленӗрен вӗренӳ министрӗ чӑваш чӗлхи учебникӗсем те унта пулсан аван пулнине палӑртрӗ, вӑл списока ҫирӗплетиччен ӗлкӗрме сӗнчӗ. Ку ӗҫе тума вара ҫывӑх вӑхӑтра «ҫул-йӗр карттине» тума сӗнчӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш кӗнеке издательствине вӗренӳ кӗнекисене ытларах тиражпа кӑларма сӗнчӗҫ. Вӗренӳ министерстви ыйтнӑ тӑрӑх кӑна кӑларнӑ кӗнекесем республика тулашӗнчисем валли те, университетсемпе институтсене те ҫитеймеҫҫӗ. Унсӑрӑн пуҫне сутлӑхра ҫукки ашшӗ-амӑшӗшӗн те хӑш чухне нуша пулса тӑрать. Тӗслӗхрен, кӗнекене ӑнсӑртран юрӑхсӑра кӑларсан. Тепӗр ыйтура шкулсенче чӑваш чӗлхин анлӑшне пысӑклатассине сӳтсе яврӗҫ. Комисси пайташӗсем Чӑваш Енри пур шкулта та пӳлӗмсен ячӗсене тата шкулти стендсене республикӑн икӗ патшалӑх чӗлхипе ҫырма сӗнчӗҫ. Ку сӗнӗве Юрий Исаев министр ҫывӑх вӑхӑтра шкулсене ҫитерме шантарчӗ. Тӑваттӑмӗш ыйтура палӑксем ҫине пӗр чӗлхепе кӑна ҫырнине пӑхса тухрӗҫ. Икӗ патшалӑх чӗлхипе те усӑ курман палӑксем ҫинче ку кӑлтӑка юсама сӗнчӗҫ. Ҫав шута чӑваш культурипе ҫыхӑнманнисем те кӗреҫҫӗ. Ҫырупа Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков патне тата ыттисем патне те тухма йышӑнчӗҫ. Комисси пайташӗсем ҫавӑн пекех Александр Блинов «Кала-ха» вӗренӳ кӗнеки валли хатӗрленӗ ҫӗнӗ сӑмахсене сӳтсе яврӗҫ. Комисси пайташӗсем терминсемпе малтан хаҫат-журналсенче тата илемлӗ литературӑра усӑ курма сӗнчӗҫ. Кайран тин, пурнӑҫа кӗртсен, вӗренӳ кӗнекине те кӗртме юрать терӗҫ. «Ачасем ҫинче эксперимент тума кирлӗ мар», — пулчӗ пӗтӗмлетӳ.
Майăн 3-мӗшӗнче ваттисен кунӗ çумăрлăччӗ-тӗк, тепӗр кун сивӗрех пулсан та çанталăк заказпа тенӗ пек уяр тăчӗ. Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу ял çыннисемшӗн вăл парне пекех пулчӗ. Шăп çак кун иккӗмӗш çул вӗсем авалхи йăлапа Çимӗк уявне ирттереççӗ. Паллах ӗнтӗ, хальхи уява ӗлӗкхипе танлаштарма çук, унра йăла пӗлтерӗшӗ сахал, ял çыннисемшӗн... ❮ ❯ Майăн 3-мӗшӗнче ваттисен кунӗ çумăрлăччӗ-тӗк, тепӗр кун сивӗрех пулсан та çанталăк заказпа тенӗ пек уяр тăчӗ. Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу ял çыннисемшӗн вăл парне пекех пулчӗ. Шăп çак кун иккӗмӗш çул вӗсем авалхи йăлапа Çимӗк уявне ирттереççӗ. Паллах ӗнтӗ, хальхи уява ӗлӗкхипе танлаштарма çук, унра йăла пӗлтерӗшӗ сахал, ял çыннисемшӗн паян вăл ытларах канупа культура мероприятийӗ. Ял çумӗнчи лапама çемйи-çемйипе пуçтарăнса утрӗç, çывăхри хуласенчен килнисене те курма пулчӗ кунта. Ял уявне Аслă Аксу ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Алексей Храмов уçрӗ. - Çулран-çул çак мероприяти пирӗншӗн çывăхрах пулса пырать. Ӗлӗкрех кашни ялта çамрăксем Çимӗк кунӗнче ятарлă вырăнта тӗл пулнă, сăвăсем каланă, юрăсем юрланă. Çавăнпа та эпир çав йăла-йӗркене çӗнӗрен чӗртме шутларăмăр. Мӗншӗн тесен вăл халăха пӗрлештерет. Икӗ çул каялла кунта район Акатуйне ирттернӗччӗ, вырăн пушă ан тăтăр тесе те уяв йӗркелеме йышăнтăмăр, - терӗ Алексей Васильевич. Çапла пӗтӗм тӗнчери христиансем Троица палăртнă кун аслăаксусем Çимӗк уявне ирттерчӗç. Ялти чи аслă çынсене - Александра Никоноровăпа Елена Анисимовăна тата чи кӗçӗннисене - Максим Мутинпа Антон Ильина юрă парнелесе саламланипе пуçланчӗ вăл. Программăра ялти фольклор ушкăнне çӳрекенсен тата шкул ачисем хатӗрленӗ концерт, спорт ăмăртăвӗсем пулчӗç. Суту-илӳ те активлă пычӗ, вӗри шашлык тутанса пăхма та пулчӗ. Пуринчен ытларах ял ачисем савăнчӗç пулмалла. Вӗсем батут çинче сикме, карусельпе ярăнма пултарчӗç. Алексей Храмов каланă тăрăх, ку енӗпе вӗсен ентешӗ, Ульяновск хулинче пурăнакан Виктор Тягусев тăрăшать. Аттракционсене вăл хăй аллипе ăсталать, музыка инструменчӗсем таранах. Аслăраххисене концерт тыткăнларӗ пулсан, çамрăксене волейбол, футбол ăмăртăвӗсем илӗртрӗç, кире пуканӗ йăтассипе, армрестлингпа ăмăртусем те хӗрсех пычӗç. Çак спорт тӗсӗ аксусемшӗн уйрăмах хисепре. Ара, урăхла мӗнле пултăр-ха? Куç умӗнчех Европа чемпионачӗн кӗмӗл призерӗн, Раççей ăмăртăвӗсен çӗнтерӳçин Петр Мускатиновăн тӗслӗхӗ. Сăмах май, уява вăл та килнӗччӗ. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗн сăмахӗсемпе, мероприяти спонсорсем пулăшнипе иккӗмӗш çул иртет. Хальлӗхе вăл пит анлах мар, халăха майӗпен хăнăхтарса пыраççӗ. Йышăнсан ăна самай калăпăшлăрах ирттерес шухăш пур. Пӗлтӗр уява çынсем кăмăллăн йышăннă, килес çул та ирттерме шантарсан савăннине пытарман. Алексей Храмов сăмахӗсемпе, мероприяти бюджечӗ пы­сăках мар, 100 пин тенке яхăн кăна. Шутланă пек уяв чапӗ халăхра сарăлсан аслăаксусен программăна лашапа чупса ăмăртассине те кӗртес ӗмӗчӗ пур. Ака ӗçӗсене епле вӗçленипе те кӗскен паллаштарчӗ Аслă Аксу ял хутлăхӗн пуçлăхӗ. - Акана вăхăтлă вӗç­лерӗ­мӗр, халӗ уй-хирсене пăхассипе ӗçсем пыраççӗ, гербицидсем сапатпăр, рет хушшисене тирпейлетпӗр. Кăçалхи май уйăхӗ сивӗ, пулас тухăçшăн шăпах вырăнлă пулчӗ, тăпрара нӳрӗк нумай. «Май холодный - хлеборобный», - теççӗ ха­лăхра. Лайăх тухăç пуçтарасса шанатпăр, - терӗ Алексей Василье­вич. Çак хушăра уяв хӗрсех пычӗ, курма килекенсен шучӗ те самаях йышланчӗ. Уй юрă-ташăпа, ача-пăча сассипе кӗрлесе тăчӗ, хаваслă сасăсем таçта инçете сарăлчӗç. Аслă Аксури Çимӗк кунӗ ялăн социаллă культура, хуçалăх пурнăçӗнче палăрнисене саламланипе вӗçленчӗ. Вăтам шкул директорӗ Юрий Мутин вара «Сувар» Кубокӗшӗн иртнӗ футбол турнирӗнчен виççӗмӗш вырăн йышăнса таврăннă çам­рăк спортсменсене Хисеп ху­чӗпе чысларӗ.
Çӗпрел район центрӗн, Кивӗ Çӗпрел ялӗн, варринчи ӗмӗрхи тип çырма нумай çул çын куçӗ валли марччӗ. Хăнасен умӗнче самай пите хӗретнӗ вăл. Анма мар, ун енне пăхма та хăрушăччӗ. Чăваш калашле, çӗлен урине хуçатчӗ. Пӗлтӗр тӗлӗнмелли пулса иртрӗ. Ăна район тасатса тирпейлерӗ кăна мар, çырма тӗпне нихçан пулман амфитеатр туса... ❮ ❯ Çӗпрел район центрӗн, Кивӗ Çӗпрел ялӗн, варринчи ӗмӗрхи тип çырма нумай çул çын куçӗ валли марччӗ. Хăнасен умӗнче самай пите хӗретнӗ вăл. Анма мар, ун енне пăхма та хăрушăччӗ. Чăваш калашле, çӗлен урине хуçатчӗ. Пӗлтӗр тӗлӗнмелли пулса иртрӗ. Ăна район тасатса тирпейлерӗ кăна мар, çырма тӗпне нихçан пулман амфитеатр туса лартрӗ. Район халăхӗ çăвӗпех кашни канмалли кун районти ялсен артисчӗсен концертне, кино курса савăнчӗ унта. Кунпа кăна вӗçленмест-ха тип çырма историйӗ. Ăна хăтлăх кӗртмелли ӗçсен программи пилӗк çулах (!) тăсăлать. Малашнехи планра: çуран çӳремелли аллея, вӗрен-çулсем, чечек лартмалли вырăнсем, кану зони тата ача-пăча площадки тăвасси, территорие çутăдиодлă светильниксемпе çутатасси. Йӗркелӳçӗсем плана палăртнă пулин те, ку тӗлӗшпе халăхпа та канашласа пăхма шутланă. Çак кунсенче Çӗпрел Ӗçтăвком ертӳçи Марат Гафаров вырăнти халăхпа тӗл пулса вӗсен шухăшӗсене ыйтнă. Район центрӗн халăхне, тип çырма шăпи питӗ интерслентерет иккен. Çамрăксене, тӗслӗхрен, унта велосипдепа, роликпа ярăнма ятарлă йăрăмсем, улăхмалли ту, спорт площадки, çулла туй туса пӗрлешекенсем çырăнмашкăн ятарлă вырăн, хӗлле каток, тир кирлӗ. Çулланнисене вара унта чăрмавсăр анса хăпарма меллӗ пулни те çителӗклӗ, территорин геологи даннăйӗсене кăна шутран ан кăларччăр. Район хаçачӗ пӗлтернӗ тăрăх, çӗпрелсен сӗнӗвӗсене пурне те тимлӗн итленӗ, проекта пурнăçа кӗртнӗ чух вӗсене архитекторсем шута илме шантарнă.
(Вероника Турхан). Унтанпа 30 çул та ытла иртсе кайрӗ ӗнтӗ. Çӗнӗ Шупашкар хулинче çулçӳревсемпе экскурсисен бюровӗнче экскурсоводра ӗçлеттӗм. Ушкăнсене Шупашкар, республикăри ытти вырăнсем, Раççей хулисем - çав шутра Мускавпа Ленинград, Ылтăн ункă хулисем тата ытти çӗре сахал мар илсе çӳренӗ. Уйрăмах пӗр çулçӳрев пуçра паянчченех упранса юлнă. Иртнӗ ӗмӗрӗн вӗçӗнче... ❮ ❯ (Вероника Турхан). Унтанпа 30 çул та ытла иртсе кайрӗ ӗнтӗ. Çӗнӗ Шупашкар хулинче çулçӳревсемпе экскурсисен бюровӗнче экскурсоводра ӗçлеттӗм. Ушкăнсене Шупашкар, республикăри ытти вырăнсем, Раççей хулисем - çав шутра Мускавпа Ленинград, Ылтăн ункă хулисем тата ытти çӗре сахал мар илсе çӳренӗ. Уйрăмах пӗр çулçӳрев пуçра паянчченех упранса юлнă. Иртнӗ ӗмӗрӗн вӗçӗнче Ленинграда (халь Санкт-Петербург) туристсен черетлӗ ушкăнне илсе çитертӗм. Маншăн ку маршрут çӗнӗ мар, хулара унччен темиçе хутчен те пулса курнă. Хальхинче те хула тăрăх курса çӳренӗ чухне вырăнти гид каласа панине хăлхана ытлах чикмерӗм тесен те юрать. Пӗрремӗш Петӗр хули тăрăх пирвайхи хут курса çӳрени асăмра ӗмӗрлӗхе юлчӗ. Малаллахи ушкăнсене илсе çӳренӗ чухне гид мӗн каланине хам та çапларах каласа параттăм ӗнтӗ. Çавах экскурсисемпе пачах та кăсăкланман темелле мар, кашнийӗнчех мӗн те пулин çӗнни тупăнатчӗ. Юлашки çулçӳрев ман чуна хускатрӗ темелле. Экскурси ун чухне хулан историллӗ пайӗнче, авалхи садри йывăçсене картласа тăракан питӗ илемлӗ, хитрелетсе пӗтернӗ, самаях çӳллӗ тимӗр карта умӗнче чарăнса тăнăччӗ. - Çуллахи сад - Санкт-Петербургăн тӗп районӗнчи парк ансамблӗ. Пӗрремӗш Петӗр хушнипе 1704 çулта никӗсленӗ ăна... - кӗрет хăлхана экскурсовод сасси. Вăл малалла мӗн калассине пӗлсе тăраканскер, карта çумӗпе кăшт малалла иртрӗм. Сасартăках хăлхана чуна питӗ çывăх, ачаранах чунра та, юнра та юлнă чӗлхепе каланă сăмахсем пырса кӗчӗç: - Епле ытарайми хитре карта. Хапхи мӗнлерех тата. Çăтмах хапхи тейӗн, - çурма сасăпа каласа хучӗ ман хыçра пӗр хӗрарăм чăвашла. - Çапла çав. Вӗр-çӗнӗ пек упранса юлнă халӗ те. Çӗр çинче 200 çул ытла таврана илем кӳрсе тăрать. Ун чухнех Раççейӗпех палăрнă чăвашсем пулнă вӗт-ха, - хуравларӗ ăна арçын сасси. - Ах, Турă, çак хитрелӗхе чăваш ăсталанă-и? Епле çитме пултарнă-ха вăл кунта темиçе çӗр çул каяллах? - тӗлӗнет хӗрарăм. - Çапла çав. Егоров хушаматлă чăваш архитектор тунă тесе каласа панăччӗ мана ялти учитель, - тет арçынни. Çаврăнса пăхрăм. Самаях çулланнă арçынпа хӗрарăм, упăшкипе арăмӗ ахăр. Анчах пирӗн ушкăнтан мар. Курман эпӗ вӗсене халиччен. Хăйсем тӗллӗн килнӗ пуль. Экскурсовод патне каялла таврăнтăм: - …Паркăн эсир куракан картин йывăç модельне 1771 çулхи январь уйăхӗнче Юрий Фельтен архитектор хатӗрлесе пулас картан чул никӗсӗн калăпăшӗсене палăртса хăварнă. 1772 çултанпа ӗçсене Петр Егоров архитектор ертсе пынă... Тимлӗ итлерӗм гид сăмахӗсене, анчах Егоров чăваш пулнине каланине илтеймерӗм. Шăп çавăн чухне пирвайхи хут илтрӗм эпӗ Кӗтерне патша вăхăтӗнчех хăйӗн пархатарлă ӗçӗпе Раççейӗпех палăрнă чăваш çинчен. Тӗпчеме пуçларăм. Акă мӗн пӗлтӗм чăвашсен пирвайхи архитекторӗ пирки. 1708 çултанпа Хусан кӗпӗрнин Чӗмпӗр вăйпутлăхне (1719 çултанпа провинци), 1780 - 1921 çулсенче Чӗмпӗр кӗпӗрнин Кăрмăш уесне кӗнӗ чăваш ялӗнче 1731 çулта чухăн çемьере çуралнă Петр Егоров. XVIII ӗмӗрӗн 40-мӗш çулӗсенче Атăл тăрăхӗнче çумăрсем çуманнипе тырăсем çунса кайнă, выçлăх пуçланнă. Выçлăха пула çынсем ялӗ-ялӗпе вилсе пӗтнӗ. Пулас архитектор Петр Егорович Егоров пӗчӗклех тăлăха тăрса юлнă. Çивӗч ăслă пулнă ача, пурне те пӗлесшӗн тăрăшнă. Мӗн пӗлнине лайăх астунă. Вăл вăхăтсенче I Петӗр патшан çывăх çынни пулнăскер, Грузи кнеçӗ Дадиани, хăйӗн поместйисем тăрăх çӳресе выçлăхпа аптранă хресченсене пулăшу панă. Ăслă тăлăх ачана асăрханă та, ăна хăйпе пӗрле илсе кайнă вăл. Дадиани килӗнче Петӗр тӗрлӗ енлӗ пӗлӳ илнӗ: математика, ӳкересси, архитектура... 1755 çулта Дадиани рекомендацийӗ­пе вăл тӗп хулана тухса кайнă. Унта экзамен тытса хăйӗн пултарулăхне кăтартнă хыççăн, Санкт-Петербургри çурт тăвакан канцеляри шкулӗнче, архитектура командинче вӗренме тытăннă. «Родом я чувашенин, вывезен в малолетстве господином генерал-майором артиллерии князем Дадиановым в Москву…» - тесе çырса хăварнă çамрăк хăй çинчен çавăн чухне. Çамрăк ача питӗ тăрăшуллă та ӗçчен, талантлă пулнине вӗрентекенсем часах асăрханă. Çавăнпа ăна вӗренме тытăнсанах шанса пысăк ӗçсем хушма тытăннă: 1756 çулта Петӗр Петергофăн аслă планне ӳкерме пулăшнă. Тепӗр виçӗ çултан вăл патшасен Хӗллехи керменӗн хăш-пӗр пӳлӗмӗсен планӗсене ӳкерсе илнӗ. Хăйӗн пурнăçӗн пысăк пайне Петр Егорович архитектурăна халалланă. Халичченхи пек мар, творчествăлла хăйнеевӗрлӗхпе уйрăлса тăнă унăн проекчӗсем. Унăн хăй тунă пӗрремӗш ӗçӗ - Çветтуй Турă Амăшӗн Успени чиркӗвӗн проекчӗн чертежӗ (1763 çул) Балтика тăрăхӗнче тума палăртнă православи чиркӗвӗсемшӗн тӗслӗх пулса тăмалла пулнă. Çав чиркӗве Эстонири Пярну хулинче 1765 - 1768 çулсенче çӗкленӗ. Егоровăн Пярну чиркӗвӗ валли тунă схемисемпе ытти çӗрте те нумай чиркӳ тунă: Тарту, Курессааре тата ытти хуласенче. Ригăри Петрпа Павел чиркӗвне те çав проектпах ăсталанă. Петр Егорович Петропавловск крепоçӗпе Мрамор керменӗн, Смольнăй мăнастирӗн тата Петербурга илем кӳнӗ ытти çуртсен проекчӗсене хатӗрлеме хутшăннă. 1766 çултан пуçласа Петр Егоров çурт-йӗрсен император кантурӗ çумӗнчи шкула ертсе пырать. Унччен çак шкулпа паллă архитекторсем Ж.Леблон, М.Г.Земцов, С.Волков ертсе пынине шута илсен Петр Егоров архитектор чапӗ вăл вăхăтра самаях пысăк пулни курăнать. Ку шкулта тӗрлӗ вăхăтра И.К.Коробов, В.Растрелли, Ж.Б.Валлент-Деламот тата ытти чапа тухнă архитекторсем вӗрентнӗ. Икӗ çул Петр Егорович Г.А.Спи­ридонов, А.Н.Сенявин адмиралсен çурчӗсене çӗнетсе улăштарас тӗлӗшпе вăй хунă. 1774 - 1775 çулсенче çурт-йӗрсен кантурӗ Ю.Н.Фельтенпа П.Егоров архитекторсене чиркӳ йӗркисене туса пымашкăн ятарлă Иордань пӳлӗмӗн проекчӗсене хатӗрлеме хушаççӗ. Паянхи кунччен çак çуртсен П.Егоров ăсталанă чертежӗсен икӗ варианчӗ упранса юлнă. 1779 çулта Петр Егоров проект хатӗрлесе Санкт-Петербургра «Хăйăр çинчи» Раштав чиркӗвне ăсталама пуçлать. Чиркӗве тăхăр çул тунă. Анчах та, шел пулин те, çак шедевр паянхи кунччен упранса юлайман. В.Масловăн 1887, А.Корольковăн 1898 çулсенче пичетленсе тухнă кӗнекисенче каласа пани тата сăнӳкерчӗксем вăл архитектурăн ытарайми илемлӗ палăкӗ пулнине çирӗплетеççӗ. 1780-1788 çулсенче Егоров хăй тунă проектпа Петербургри Мрамор керменӗн икӗ хутлă служебнăй корпусне хăпартма хутшăннă. Служебнăй корпусра каретăсен вырăнӗ, лаша витисем, манеж, утă склачӗ пулнă. Иккӗмӗш хутра тарçăсен пӳлӗмӗсем вырнаçнă. Егоровах тата корпуса керменпе пӗрлештерекен картана ăсталать. Çак карта хăйӗн ӳкерчӗкӗпе Çуллахи садăн Нева енчи кăшт маларах Егоров ертсе пынипе тунă картине çывăх. Служебнăй корпуса тăвиччен Мрамор кермен умӗпе Хӗрлӗ канал иртнӗ. Строительство ӗçӗсем пуçланиччен ăна çӗрпе хупласа хума тивнӗ. Пурнăçӗн юлашки çулӗсенче чăваш архитектор Турă Амăшӗн Хусан чиркӗвӗ çумӗнче тӗн ӗçченӗсем валли çуртсен, Нева хӗрринчи складсен, çурт-йӗр кантурӗн çӗнӗ çурчӗн проекчӗсене хатӗрлет, Штегельман банкирăн çуртне çӗнетсе урăхлатма хутшăнать. 1786 çулта çӗршывшăн нумай ӗç тунăшăн Петр Егоров Патша керменӗн советникӗн титулне тивӗçнӗ. Петр Егоров 1789 çулта Петербургра вилнӗ. Ăна унтах пытарнă. 2002 çулта Шупашкарта «Чувашгражданпроекта» кӗнӗ çӗрте П.Е.Егоровăн бюстне вырнаçтарса лартнă (скульпторӗ Ф.И.Мадуров, архитекторӗ Ю.М.Новоселов). Постамент çине чăвашла тата вырăсла: «Чăваш халăхӗн ывăлӗ, Раççейӗн питӗ паллă архитекторӗ Петр Егорович Егоров», - тесе çырнă. 2005 çулта архитектор çуралнăранпа 275 çул çитнӗ май Санкт-Петербургри чăвашсен ентешлӗхӗ çумӗнче «Петр Егоров архитектор фончӗ» обществăлла коммерцилле мар организаци туса хунă.
Кашни арçын ачах ура çине çирĕп- пĕн тăма пуçласанах мечĕк тапма пуçлать пулĕ. Çитĕнерех тĕнчипе паллă Роналдо е Роналдиньо пек пулма ĕмĕтленет. Раççей футболĕн çăлтăрĕ- сем Акинфеев е Дзюба вĕсемшĕн кумир пулса тăраççĕ. Спортăн ку тĕсне алла илме, çитĕнÿсем тума вара хăй тĕллĕн кăна вĕренни çителĕксĕртерех пулать. Футбола чунтан парăннă тренер патне лекни вара кĕçĕн классенче вĕренекен арçын ачасемшĕн чăн-чăн телей уççи тупниех пулса тăрать тейĕн. Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕ çумĕнче ĕçлекен «Футбол» секцине çÿрекен 12-14 çулхи арçын ачасем те çак шухăшпа килĕшеççĕ. Эрик Вонифатьев тренер вĕсене вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех эрнере 5 кун футбол вăййин вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшать. Эрик Александрович пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун секцие çÿрекенсен йышĕ пĕчĕк мар - 30 ача. Вĕсенчен хăшĕсем 1-мĕш класранах çÿреççĕ, теприсем кăшт каярах кунта çырăннă. Халĕ çитĕнÿсем кăтартакан çамрăк спортсменсем 6-7 çул хушши Эрик Вонифатьев патĕнче ăсталăха туптаççĕ. Элĕк вăтам шкулĕнче вĕренекен арçын ачасем район тата республика шайĕнче хăйсен маттурлăхне кăтартма пултарчĕç. Павел Суранов, Дима Ефимов, Николай Филиппов, Никита Кузьмин, Никита Никоноров, Алексей Сергеев чăннипех те пĕр командăна чăмăртаннă, пĕр-пĕрне питĕ аван туйса выляççĕ. Футболта вратарьсем те хăйсем çине тысăк тиев илеççĕ. Хапхана мечĕк кĕртес марри вĕсен çаврăнăçулăхĕнчен те чылай килет-çке. Ку енĕпе Артемий Алексеевпа Чăваш Сурăм шкулĕнче вĕренекен Петр Павлов командăна пулăшсах пыраççĕ. Çак çамрăк спортсменсенчен йĕркеленнĕ команда паянхи кун футбол секцине килме ĕмĕтленекен арçын ачасемшĕн хăйсем кумирсем пулса тăраççĕ. Элĕк спортсменĕсен çитĕнĕвĕсемпе чăннипех те мăнаçланмалли пур. Иртнĕ çул вĕсем Шупашкарта иртнĕ мини-футболпа республика Первенствинче чемпионсем пулса тăчĕç. Çавăн пекех вĕсем Пĕтĕм Раççейри «Мини-футбол – шкула» программа шучĕпе иртекен регионти ăмăртура çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Чăваш Ен чысне Чулхула облаçĕнче иртекен ăмăртусенче хÿтĕлеме тивĕçнĕ, кунтан та лайăх кăтартусемпе таврăннă. Асăннă ăмăртусене кăçал та хутшăннă Элĕксем. Республика шайĕнче 2007-2008 çулхисем хушшинче 4-мĕш вырăн йышăннă пулсан, 2009-2010 çулхи спортсменсем хăйсен категорийĕнче призерсен йышне кĕме пултарнă, пьедесталăн 2-мĕш картлашки çине хăпарнă. Халĕ шкул ачисем каникулта канаççĕ пулсан çамрăк спортсменсемшĕн пушă вăхăт çук. Вĕсем çуллахи вăхăтра иртекен ăмăртусене хаваспах хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем Шупашкарта иртнĕ «Локобол» ăмăртăва хутшăннă, 4-мĕш вырăн йышăннă. Августăн 7-мĕшĕнче районта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри картиш командисем хушшинче йĕркеленĕ муниципалитет шайĕнчи ăмăртура футболла выляссипе тата стритбаскетпа çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç. Ăнăçу хăй тĕллĕн килместех. Кунта ачасен тăрăшулăхĕпе пĕрлех тренерăн ăсталăхĕ те пĕлтерĕшлĕ. Эрик Александрович 2014 çултанпа кÿлĕннĕ ку ĕçе. Кулленех хăй те пĕлĕве ÿстерсех пырать, ачасене те çĕнĕлле ĕçлеме хăнăхтарать. Занятисене Раççейри футбол союзĕ хатĕрленĕ ятарлă спорт программипе ирттерет. Паллах, ачасем вĕсем ачасемех çав. Тренировкăсене сиктерни те, дисциплинăна яланах пăхăнманни те пулкалать, анчах кунта ашшĕ-амăшĕпе пĕр шухăшлă пулса ĕçлени пĕлтерĕшлĕ. «Ачасене пĕчĕкренех спортпа интереслентерес тесен хамăр тĕслĕх кăтартни кирлĕ. Ывăлĕпе пĕрле ашшĕ мечĕк тапни вĕсемшĕн сăмахпа темиçе хут каланинчен лайăхрах», - тет ачасемпе ĕçлекен тренер. Сăмах май, Эрик Александрович хăй те ашшĕ, ывăлĕсене хăйĕн тĕслĕхĕпе çан-çурăма çирĕплетме хăнăхтарать. Паянхи кун çитĕнÿсем тума тивĕçлĕ условисем те кирлĕ. Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕ çумĕнчи футбол секцине çÿ- рекенсем занятисене ытларах футзалра ирттереççĕ, çуллахи вăхăтра, паллах, стадионта. Анчах та стадионта ирттересси çанталăк условийĕсенчен нумай килет, мĕншĕн тесен çумăр çусан е çуркуннехи-кĕркуннехи вăхăтра юр ирĕлсе пĕтиччен кунта выляма майсем çукрах. Çавăнпа та çамрăк спортсменсем стадиона хăтлăх кĕртессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Хăравçăсем футболла вылямаççĕ тесе юрлаççĕ юрăра. Чăнах та, кунта хăравçăсем валли вырăн çук. Тренировкăсене сиктемесĕр çÿренисĕр пуçне час-часах инçе çула та тухма тивет-çке. Кунта вара чăтăмлăх та кирлех. Кунсăр пуçне ертÿçĕсем тата тус-юлташ вăхăтра пулăшу пани те пĕлтерĕшлĕ. Эрик Александрович ачасемпе çула тухнă чухне спорт шкулĕн администрацийĕ яланах ăнланнине палăртать, çавăн пекех Элĕк- ри райпо председателĕ Юрий Харитонов та çамрăк футболистсене пулăшма яланах хатĕррине пĕлтерет. Калаçăва вĕçленĕ май тренера тепĕр ыйту памасăр та чăтаймарăм: «Ĕç вăхăчĕ пĕтĕмпех ачасемпе çыхăннă. Вĕсем Сире вăй-хăват параççĕ-и; Е....». «Паллах, вăй хушсах тăраççĕ, анчах тепĕр чух вăй юлманнине туйса илетĕп», - тет çамрăк тренер куларах. Мĕнех калăн, ăстасене çитĕнтерме çăмăлах мар çав, анчах питех те пĕлтерĕшлĕ тата пархатарлă тесе калас килет.
Кремль пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, кăçал РФ Президенчĕн пысăк пресс-конференцийĕ декабрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче иртĕ. Кремль пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, кăçал РФ Президенчĕн пысăк пресс-конференцийĕ декабрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче иртĕ. Кăшăлвирус пандемийĕпе çыхăннă кăткăс лару-тăрăва пула мероприятие видеоконференци режимĕпе йĕркелĕç. Маларах палăртнă пек патшалăх пуçлăхĕ çыхăнăва хăйĕн Ново-Огаревăри резиденцийĕнчен тухĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ центрĕнче ĕçлĕç. Регионти массăллă информаци хатĕрĕн журналисчĕсем валли кашни федераллă округра ятарлă лапамсем йĕркелĕç. Пĕр редакцирен пĕр корреспондент тата пĕр фотокорреспондент хутшăнма пултарать, телевиденисене илес пулсассăн, пĕр съемка ушкăнĕ (корреспондент тата оператор). Граждансем хăйсен ыйтăвĕсене ятарлă сайт урлă декабрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче «Москва – Путин» ятарлă приложенипе ярса панă. Приложени урлă ахаль ыйту çеç мар, пĕр минутлăх видеоролик яма та, видеозвонок тума та пулать. Ыйтусене Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн (ОНФ) волонтерĕсем пăхса тухĕç. Ытти çулсенче тÿрĕ линие ыйтусем мероприяти вĕçленичченех килнĕ. РФ Президенчĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков кăçал форматсене пĕрлештерни тÿрĕ лини вăхăтне епле витĕм кÿрессине калама пултарайман, анчах содержани енчен тулли пулмалла, самаях вăрах вăхăт пымалла тесе пĕлтернĕ. Надежда РОДИОНОВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Радий Хабиров Пушкăртстанăн Правительство Çуртĕнче Пĕтĕм тĕнчери VI Фольклориадăна хатĕрленессине чысланă канашлу ирттернĕ Пушкăрт Пуçлăхĕ каланă тăрăх, Раççей Пĕтĕм тĕнчери Фольклориадăна пуçласа йышăнать. Çакнашкал «культура олимпиади» республикăра 2020 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа августăн 1-мĕшĕччен тăсăлать, пĕтĕм республикăна пырса тĕкĕнет. Фольклорăн пысăк фестивальне тĕнчери 80 çершывран виçĕ пин ытла артист килет, регионри хуласемпе тата районсенче 72 площадка пулать. Площадкăсене тĕрĕслемелле, хăнасене пурăнма валли вырăнсем хатĕрлемелле, хăрушсăрлăха тивĕçтермелле, кану программине ĕçлесе хатĕрлемелле — хушнă Радий Хабиров. Фестивале «Уфа-Аренăра» уçаççĕ, «Ватан» этно-паркра хупаççĕ, пĕлтернĕ ПР Правительствин вице-премьерĕ Фанур Ягафаров. ПР Правительствин пресс-служби. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
(Ирина Кузьмина. Сăнӳкерчӗкӗ О.Голыжбинан). Темиçе минут каялла кăна Хусанти «Казан» Çемье центрӗ умӗнче 1000 литрлă хуранти пулă шӳрпин тутлă шăрши сарăлчӗ. Ăна паллă шоуменпа Оскар Кучерăпа Хусанти пӗр ресторанăн шеф-поварӗ Максим Агуреев халăх умӗнчех пӗçерчӗç. Шӳрпене мӗнрен тата мӗнле пӗçернине икӗ сехете яхăн сăнарăмăр. Çак вăхăтра шеф-повар пулă шӳрпи хатӗрлемелли... ❮ ❯ (Ирина Кузьмина. Сăнӳкерчӗкӗ О.Голыжбинан). Темиçе минут каялла кăна Хусанти «Казан» Çемье центрӗ умӗнче 1000 литрлă хуранти пулă шӳрпин тутлă шăрши сарăлчӗ. Ăна паллă шоуменпа Оскар Кучерăпа Хусанти пӗр ресторанăн шеф-поварӗ Максим Агуреев халăх умӗнчех пӗçерчӗç. Шӳрпене мӗнрен тата мӗнле пӗçернине икӗ сехете яхăн сăнарăмăр. Çак вăхăтра шеф-повар пулă шӳрпи хатӗрлемелли вăрттăнлăхсене те уçрӗ. Калăпăр, çырма-кӳлӗ пуллине шӳрпене пиçиччен 20 минут маларах ямалла-мӗн, тинӗс пуллине вара 6-7-минут пӗçерсен те çитет. Мӗнле специсемпе усă курмалла, тата ытти те. Шӳрпе тутлă шăршă кăларса пиçсе çитес умӗн темиçе минут маларах ТР Президенчӗпе Рустам Миннихановпа РФ ял хуçалăх министрӗн çумӗ, Пулă ӗрчетес енӗпе федераллă агентствăн ертӳçи Илья Шестаков килсе çитрӗç. Вӗсем пӗçерсе пӗтерчӗç те шӳрпене. Урăхла каласан, хурана юлашки пулă татăкӗсене яраканнисем пулчӗç. Шел, тутанса пăхма кăна хăнасен вăхăчӗ пулмарӗ. Вӗсем суту-илӳ речӗсене пăхма, пулă ӗрчетекенсемпе курса калаçма васкарӗç. Сăмах май, Мускав хăнин И.Шестаковăн тӗллевӗ çав кун пулă фестивалӗнче пулса курасси кăна марччӗ. Хусанта «Пулă эрни» шăпах çак агентство пулăшнипе иртет. Фестиваль çамрăк-ха, вăл 2015 çулта кăна пуçланнă. Малтан Мускавра, унтан Санкт-Петербургра, халӗ акă Тутарстанра иртет. Унăн тӗллевӗ «Русская рыба» Раççей пуллин сумне ӳстересси, сарасси. «Пулă эрнинче» Раççейри тӗрлӗ регионти пулă ӗрчетекенсен продукцийӗн пуян ассортименчӗпе паллаштараççӗ. И.Шестаков ӗçлӗ визит вăхăтӗнче «Лайăшри пулă завочӗ» ХАОра тата Ташкирмень ялӗнчи пулă тирпейлекен участокра пулса курчӗ. Ыттисен вара, урăхла каласан пирӗн, Хусан çыннисемпе хăнисен, тутлă шӳрпене тутанса пăхма май пулчех. Маларах шантарнă пекех, кашнинех тӳлевсӗр хăналарӗç. Шӳрпе çиме хăшӗ-пӗри ятарласах килни те паллă пулчӗ, пӗр кукамай, тӗслӗхрен, хăйпе пӗрле тарăн турилккепе йывăç кашăк илме те ӳркенменччӗ. 1000 литрлă хуранта 4000 çынна çитмелӗх пулă шӳрпи пиçрӗ. Çаплах фестивальте Хусанти вун-вун ресторанпа кафен хăйсен рецепчӗсемпе пӗçернӗ пулă шӳрпине, пулăран хатӗрленӗ тӗрлӗ апатне те тутанса пăхма май пулать. Уяв паян 20 сехетченех тăсăлать, тӗп сцена çинче Хусанти ушкăнсем юрлаççӗ, фестиваль тӳремӗнче жонглерсемпе фокусниксене курма, тӗрлӗ квест-вăйăсене, аттракционсене хутшăнма пулать. Юлашкинчен пурне те Хусанти пӗрремӗш «Фишка» пулă фестивалӗн эмблемиллӗ значоксем парнелеççӗ.
Çакăн пек пӗлтернӗ Раççей кӗнеке союзӗпе Пичет тата массăллă коммуникацисен федераллă агентстви ирттернӗ конкурса пӗтӗмлетсен. Тутарстанпа пӗрлех Раççейӗн чи нумай вулакан регионӗсен шутне Калининград облаçӗпе Мускав кӗнӗ. Çапах та «Раççей литература флагманӗ» ята Санкт-Петербург тивӗçнӗ. Тутарстан конкурса «Шкул ачин культура дневникӗпе» хутшăннă иккен. Проекта 2014-2015 çулта пӗрремӗш класс ачисен хушшинче... ❮ ❯ Çакăн пек пӗлтернӗ Раççей кӗнеке союзӗпе Пичет тата массăллă коммуникацисен федераллă агентстви ирттернӗ конкурса пӗтӗмлетсен. Тутарстанпа пӗрлех Раççейӗн чи нумай вулакан регионӗсен шутне Калининград облаçӗпе Мускав кӗнӗ. Çапах та «Раççей литература флагманӗ» ята Санкт-Петербург тивӗçнӗ. Тутарстан конкурса «Шкул ачин культура дневникӗпе» хутшăннă иккен. Проекта 2014-2015 çулта пӗрремӗш класс ачисен хушшинче пуçарнăччӗ. Унта вӗсем хăйсем мӗнле культура мероприятийӗсенче пулнине çырса пынăччӗ. Чи лайăх 20 регион шутне çаплах Астрахань, Волгоград, Воронеж, Курск, Мускав, Чулхула, Новосибирск, Свердловск, Ярославль, Ульяновск облаçӗсем, Крым, Хакас республикисем, Ставрополь, Красноярск крайӗсем, Ямало-Ненец тата Ненец автономи округӗсем кӗнӗ.
Пишпÿлек районĕнче пурăнакансенчен 35% чăвашсем шутланаççĕ. Районти Тĕп библиотека Пушкăртстанри чăвашсемпе ĕçлекен базăллă библиотека шутланать. Вăл 20 муниципаллă районти тата 4 хула библиотекине практикăпа методика пулăшăвĕ парать, чăваш халăхĕ хушшинче наци кĕнекипе ĕçлемелли тухăçлă мелпе меслетсене шыраса тупать. Чăваш чĕлхине, наци йăли-йĕркисене, культурине аталантарас, сыхласа хăварас тĕллевпе библиотека ĕçченĕсем ял вулавăшĕсем валли çĕнĕ юхăм - Пушкăртстан территоринче чăваш ачисемпе çамрăкĕсем валли блогер пĕрлĕхĕ йĕркеленĕ. Кăмăл тăвакансем блогер ăсталăхне алла илме, студи членĕ пулма пултараççĕ. «Чăвашла видео ÿкеретпĕр» блогер юхăмне йĕркелесе, аталантарса яни асăннă проектăн пайти пулĕ. Кăсăк та хальхи вăхăтпа килĕшÿллĕ мероприятисем ачасемпе яшсене чăваш чĕлхипе интереслĕ те пĕлтерĕшлĕ видеороликсене ÿкерме явăçтарĕç. Çак ĕç подписчиксене чăваш культурипе, историпе интереслентерме тивĕç. Социаллă сетьсенче анлă сарăлакан витĕмлĕ те кĕске видеосем çынсене килĕшмелле. Студи хăйĕн ĕçĕнче чăваш чĕлхине лайăх пĕлмен çынсене те шута илĕ. Кунта ачасем хăйсен ялĕнчи наци костюмĕсем, уявсем, йăла-йĕркесем пирки ансат та ăнланмалла пĕлÿ паракан видеороликсем ÿкерĕç. Унтан вĕсене йĕркеленĕ аккаунтра социаллă сетьсене лартĕç. Библиотекăн сайтĕнче «Марафон событий сектора по работе с чувашским населением» блог-уйрăм пулĕ. Пирĕн блогра Пушкăртстан Республикинче пурăнакан чăвашсен чĕлхине, культурине, йăли-йĕркисене уçса паракан информаци çеç пулĕ. Ӳкернине компьютерпа усă курса видеомонтаж тума май пурри ачасене чăн-чăн видеофильмсем тума ирĕк парĕ. Кайран хăйсен пултарулăхне çынсем хак панине те курма май пур. Проект шайĕнчи студи программи 8 уйăха тăсăлĕ тата тÿлевсĕр пулĕ. Малашне çак юхăмпа йĕркеленĕ ĕç кашни çулах иртĕ. Занятисем апрель уйăхĕнче пуçланса октябрь уйăхĕччен пырĕç. Проектра республикипе паллă блогерпа тĕлпулу йĕркелессине те шута илнĕ. Вăл видео ÿкерессин (съемка) вăрттăнлăхĕсене уçса парĕ: блогерсен тĕп хăнăхăвĕсене, сцена калаçăвне, актер ăсталăхне, видеосъемка, монтаж, интернет передачăна çыртарни тата ыт. те. Çавăн хыççăн пуçламăш блогерсем видеосем ÿкерме централизациленĕ библиотека системин блогĕнче тата социаллă сетьсенче вырнаçтарма тытăнĕç. Вĕсен патне республикăн ытти хули-ялĕсенчи ачасем те хутшăнĕç. Халăх фольклорĕпе, йăли-йĕркипе çыхăннă видеосене аслисем те ярса пама пултараççĕ. Чи кирли - вĕсем чăвашла пулни. Эрнесерен блога çĕнĕ роликсем лартса тăрĕç. Пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ республика шайĕнчи çамрăк видеоблогерсен конкурсĕпе вĕçленĕ. Ун валли чăвашла видеоролик хатĕрлесе YouTube сайтне е социаллă сетьсенче (Instagram, ВКонтакте тата ыттисенче те) #Снимаем#начувашскомязыке хэштегпа вырнаçтармалла пулĕ. Лайăх ĕçсене парне парса хавхалантарĕç. Проекта ПР Граждан обществине пулăшу кÿрекен фонд тăрăшнипе йĕркелеççĕ. Асăннă пуçару субсиди евĕр парăнакан Пушкăрстанри халăхсен чĕлхисене аталантармалли, сыхласа хăвармалли Пушкăрстан Республикин пуçлăхĕн грантне илме тăратнă конкурсăн çĕнтерÿçисенчен пĕри пулнă. Наталья ТАРАСОВА, ПР чăваш халăхĕпе ĕçлекен уйрăмăн заведующийĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
​Ыран, майăн 22-мӗшӗнче, вăтам шкулсенчен вӗренсе тухакансемшӗн юлашки шăнкăрав янăрать – вӗрентӳ учрежденийӗсенче шкул пӗтернӗ ятпа йӗркеленӗ чаплă линейкăсем иртӗç. Умра вара патшалăхăн пӗрлехи экзаменӗсем (ППЭ). Вӗсем пуçланиччен пӗр эрне ытларах кăна вăхăт юлчӗ. 11 класс пӗтерекенсем те, ашшӗ-амăшӗсем те хумханаççӗ, канăç тупаймаççӗ. Малашнехи шăпа экзаменсене мӗнле панинчен килет-çке-ха. Палăртса хунă çӗре вӗренме кӗмелӗх балсем пуçтарайӗ-и экзаменсенче?.. Çакăн пек кăткăс тапхăрта мӗнле лăпланма пӗлмелле-ха, ашшӗ-амăшӗн ачине мӗнлерех тӗрев памалла кун пек чух? Акă мӗнле сӗнӳсем параççӗ психологсем. 1. Ачана хăратмалла мар. Хытă хăратсан вӗренекен хăйне халсăр туйма пуçлама пултарать. «Пурпӗр пултараймастăп, тăрăшни те усси çук», – текен шухăш çирӗпленме пултарать ун пуçӗнче. 2. Ачан пултараслăхне тӗрӗс хакламалла. «Эс пирӗн чи ăсли, 100 баллăхах параян», – тесе ӳстерсе калани тӗрӗс мар. Вӗрентекенпе калаçса ачăрăн хăш темăсемпе йывăрлăхсем пуррине ыйтса пӗлӗр, чи кирлине тепӗр хут пăхса тухмалăх вăхăт пур-ха. Ума пурнăçлама пултаракан тӗллев лартмалла. 3. Ытлашши кулянса эмоцисене çиеле кăлариччен ӗçне туни усăллăрах. Ачăра ан вăрçăр. Татса паман ыйтусене пӗрле ларса, тӗплӗн калаçса татса памалла. 4. Ачăр çӗнӗ пӗлӗве еплерех майпа хăвăртрах ăса хывнине ăнланса илме тăрăшăр: кама-тăр блок-схемăсем, таблицăсем пулăшаççӗ, кама-тăр ахаль сăмахсемпе каласа ăнлантарни кирлӗрех. 5. Хатӗрленнӗ чух чи кирли – тăтăшлăх. Эрнере пӗрре çур кун хатӗрлениччен кашни кун çуршар сехет те пулин мӗн вӗреннине аса илни, пӗлменнине вӗренни усăллăрах. 6. Шкул пӗтерекен ывăлăрпа е хӗрӗрпе вăл патшалăхăн пӗрлехи экзаменӗсенче пысăк балсем пухаймасан мӗн тăвасси пирки калаçу ирттермелле. Ачăр пуçӗнче çак шухăша çирӗплетме тăрăшăр: пысăк балсем пухаймасан та ним хăрушши те çук, пурнăç малалла тăсăлать. Урăх аслă шкула е колледжа вӗренме кӗме тăрăшса пăхма та пулать-çке. Кăçал пулмасан тепӗр çул ăнма пултарать. Çынсем аслă çулсенче те вӗренме кӗреççӗ-çке. 7. Ачăра ун пурнăçӗнче хумхануллă самантсем халиччен те пулни, вăл вӗсенчен çӗнтерӳçӗ пулса тухни пирки аса илтерӗр. Çакă ăна хăйӗн вăйне туйса илме пулăшӗ.
Вӗçмен кайăка вӗçен кайăк грипӗ мӗнле ерет? ТР Президенчӗн Минниханов указӗпе кайăк грипне кура республикăри уйрăм районсенче карантин кӗртнӗ тесе пӗлтерет «Татар-информ» информаци агенстви. Чире пӳлме пулăшакан мерăсем Нурлат районӗнче вăя кӗни паллă (Нурлатри 45 тата 86 çуртсен кил картипе Чăваш Менчи ял çумӗнчи чăх ферминче). Рыбно-Слободскипе Ютаза районӗнсенчи Шумково... Вӗçмен кайăка вӗçен кайăк грипӗ мӗнле ерет? ТР Президенчӗн Минниханов указӗпе кайăк грипне кура республикăри уйрăм районсенче карантин кӗртнӗ тесе пӗлтерет «Татар-информ» информаци агенстви. Чире пӳлме пулăшакан мерăсем Нурлат районӗнче вăя кӗни паллă (Нурлатри 45 тата 86 çуртсен кил картипе Чăваш Менчи ял çумӗнчи чăх ферминче). Рыбно-Слободскипе Ютаза районӗнсенчи Шумково тата Абсалямово ялӗсенче, Хусанти Дербышки поселокне те карантин кӗртнӗ. Çав мерăсем карантин вӗçленичченех пуласси паллă. Аса илтеретпӗр, унччен Президент указӗпе Лайăш районӗнчи «Кайăк-кӗшӗк комплексӗнче» кайăк грипӗпе карантина кӗртнӗ пулнă.
Унта регионсен шайӗнчи 2-мӗш наци вӑйӑ карти, Патӑрьел районӗнчи, Тутарстан Ҫӗпрел районӗн, Шӑмӑршӑ районӗн фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Йышлӑ халӑх умӗнче тӗрлӗ сферӑри хастарсене чысларӗҫ, спорт ӑмӑртӑвӗ-вӑййи халӑха илӗртрӗ, ача-пӑча аттракционсенче савӑнчӗ, суту-илӳ точкисем иртен пуҫласа каҫчен ӗҫлерӗҫ. Уявра халӑх мӗн ҫӗрлеччен савӑнчӗ. Чӑваш эстрада артисчӗсем Андрей тата Лев Думилинсем, Михаил Федоров, Денис Павлов, тутар эстрадин юрӑҫисем Ильдарпа Лейсан Ялаловсем, Римма Никитина тата вырӑнти юрӑҫсемпе ташӑҫӑсем уява илем кӳчӗҫ. Уяв чӑваш, тутар, ирҫе, вырӑс халӑхӗсен туслӑхне, пӗрлӗхне вӗсен наци юрри-ташши урлӑ ҫирӗплетрӗ», — хыпарлать Чӑваш наци конгресӗн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Свеклова. Елизавета Долгова Рубрика: ХыпарсемАвтор: ЧНК пресс-служби 04.07.2022 Оставить комментарий Автор: ЧНК пресс-служби Навигация по записям ПредыдущаяПредыдущая запись:Нурлатра кӗр-кӗрлерӗ илемлӗ уявСледующаяСледующая запись:Пензӑри Акатуйра юрласа ташларӗҫ
Христос çуралнă кунран пуçласа 12 кун хушши тăсăлакан тапхăра халăхра Çветкă (Святки) кунĕсем теççĕ. Мĕншĕн тесе вăл таса кунсемпе, савăнăçпа çыхăннă - Христос çуралнă тата ăна тĕне кĕртнĕ (Кăшарни кунĕ). Христос çуралнă кунран пуçласа 12 кун хушши тăсăлакан тапхăра халăхра Çветкă (Святки) кунĕсем теççĕ. Мĕншĕн тесе вăл таса кунсемпе, савăнăçпа çыхăннă - Христос çуралнă тата ăна тĕне кĕртнĕ (Кăшарни кунĕ). Çветкă кунĕсенче типĕ тытмаççĕ. Çак тапхăрта тус-юлташсем патна çÿремелле, уяв ячĕпе саламласа парнесем памалла, Тĕнчене çăлакан килнишĕн савăнса ангелсене символласа кăтартмалла. Çветкă тапхăрĕнче çемьене, атте-аннене, ачасене ытларах тимлĕх уйăрмалла. Çавăн пекех пĕччен пурăнакан çынсем, камăн тăванĕсемпе çывăх çыннисем çук, çинчен те манмалла мар. Унсăр пуçне православи христианĕсем мĕн авалтан çак вăхăтра ыркăмăллăх ĕçĕсем тунă. Христос çуралнишĕн савăнса хăвăн телейне ытти çынсемпе пайлама тăрăшмалла, вĕсемшĕн кирлĕ те сăваплă ĕçсем тумалла. Чылайăшсем Çветкă вăхăтĕнче ача çурчĕсемпе больницăсене çитме, ыркăмăллăх концерчĕсем йĕркелеме кăмăл тăваççĕ. Раштав ячĕпе тăлăхсемпе чухăнсене саламлаççĕ, парнесемпе тивĕçтереççĕ. Çветкă каçĕсенче мĕн тума юрамасть-ха? Чăн малтан юмăç пăхма тăхтаса тăмалла. Тĕрĕссипе, чиркÿ Çветкă вăхăтĕнче çеç мар, ытти чухне те юмăç пăхнине тата çакăн йышши пулăмсене ырламасть. Çветкă январь уйăхĕн 18-мĕшĕнче Кăшарни сочельникĕпе вĕçленет. Çав кун çирĕп типĕ тытмалли кун шутланать, кунĕпе ĕçме те, çиме те юрамасть. Юрий МИХАЙЛОВ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Хисеплĕ вулакан! Республикăра юлашки вăхатра çак кĕнекесем пичетленсе тухрĕç. Вĕсемпе тĕплĕнрех Чăваш Республикин Наци библиотекинче паллашма пултартăр. Дорогие читатели! Предлагаем Вашему вниманию новые поступления художественной литературы Отдела национальной литературы и библиографии Чувашии. Орлов, Г. Ф. Вутри юрату : роман / Г. Ф. Орлов. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2009. – 382 с. Георгий Федорович Орлов çыравçăн "Вутри юрату" ятлă çĕнĕ романĕ уйрăм кĕнекен пичетленсе тухрĕ. Хайлаври ĕç-пуç вăрçă вăхăтĕнче пулса иртет. Яла отпуска килнĕ Димитрий Тихомиров лейтенантпа Людмила Миролюбова учительница мăшăрланаççĕ. Тепĕр виçĕ кунтанах Димитрие чаçе чĕнсе илеççĕ. Çуллахи каникул пуçлансан Людмила упăшки патне каять, анчах вĕсем тĕл пулаймаççĕ. Вăрçă пуçланать. Çамрăк хĕрарăм фронта лекет, медсестра пулса тăрать. Вăл упăшкипе госпитальте тĕл пулать. Автор хăйĕн хайлавĕнче юрату хăвачĕ вăрçă çулăмĕнчен те вăйлăрах пулнине ĕнентерÿллĕн кăтартса панă. Вăрçă вăхăтĕнче хĕрсемпе каччăсем пысăкран пысăк ĕç тунă – Тăван çĕршыва, тĕнчене фашизмран çăлса хăварнă. Çакăнтан пархатарлă ĕç тата мĕн пур-ши! Вулакансене пурне те Г. Ф. Орловăн çĕнĕ романĕпе паллашма сĕнетпĕр. Кузьмин, В. П. Тымар : роман / В. П. Кузьмин. – Шупашкар : Çĕнĕ Вăхăт, 2009. Пĕрремĕш кĕнеке. – 2009. – 271 с. Иккĕмĕш кĕнеке. – 2009. – 312 с. Виççĕмĕш кĕнеке. – 2009. – 384 с. Владимир Прокопьевич Кузьмин çыравçăн çĕнĕ романĕ виçĕ кĕнекерен тăрать. Эпир авторăн пĕрремĕш кĕнекипе паллашнăччĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш кĕнекисем те кун çути курчĕç. Романăн пĕрремĕш кĕнекинче сăнарлă чĕлхепе утмăлмĕш-çитмĕлмĕш çулсенчи йывăр саманара хăйсен тивĕçлĕ вырăнне тупнă чăваш хресченĕпе интеллигенцийĕн хастарлăхĕпе паттăрлăхĕ, çĕнтерÿллĕ утăмĕсем çинчен илемлĕн çырса кăтартнă. Иккĕмĕш кĕнекере çав геройсен пурнăçĕ малалла кĕрлесе пырать. Тĕнче вут-çулăмĕнче нумай ĕмĕр хушши аталанса тĕрекленнĕ чăвашсем çуралнă çĕрĕ çинче ырăлăхшăн, этем телейĕшĕн кĕрешеççĕ, тăван çĕршыв тĕрекĕшĕн вăйне-халне шеллемесĕр, ăс-тăн хăвачĕпе инкек-синкеке сирсе пултаруллăн утаççĕ. Виççĕмĕш кĕнекере геройсен хутшăнăвĕсем, ĕçĕ-хĕлĕ, шухăш-ĕмĕчĕ чăваш ялĕн сăн-сăпачĕ илемленсе пынă, ял хуçалăхĕнче, халăх социаллă-културăллă пурнăçĕнче пысăк улшăнусем пулса иртнĕ тапхăрта уçăмлăн палăраççĕ. Пурне те çĕнĕ кĕнекесене тытса вулама сĕнетпĕр. Мерчен, М. Пĕр тумлам куççуль : роман / Михаил Мерчен. – Шупашкар : Çĕнĕ Вăхăт, 2009. – 207 с. : портр. Михаил Мерчен çыравçăн çĕнĕ кĕнекинче «Пĕр тумлам куççуль» роман тата «Пĕчĕкрех хитре хĕрача», «Экстра-прима-люкс-шофер» калавсем пичетленсе тухнă. Хайлавсенчи ĕç-пуçа пĕтĕмпех юрату çавăрттарать, пăтратать, вырăна лартать. Хайлавсем питĕ черчен, çав вăхăтрах çамрăклăх пекех хĕрÿллĕ. Авторăн шухăш-кăмăлĕ çирĕп. Тирпейлĕ пурăнни кăна çынна илем кÿнине Михаил Мерчен çыравçă кашни çамрăк вулакан патне çитересшĕн. Автор шухăшĕпе нумай çул каялла çутă тĕнчере пĕр чĕрĕ чун та пулман. Вĕçсĕр уçлăхра тусан пĕрчисем кăра çилпе явăнса-явăнса пурĕ пĕрле хыттăн пăчăртаннă та – çĕр чăмăрĕ пулса тăнă. Каçсерен çутă уйăх çутатнă ăна, кăнтăрла ăшă хĕвел ăшăтнă, савăнăçлă çăлтарсем именчĕклĕн куç хĕссе юрату туйăмне вăратнă. Эпир куракан, эпир паян пурăнакан чĕрĕ пурнăç юратуран пуçланса кайнă иккен. Кĕнекене вулама çамрăк яш-кĕрĕмпе, хĕрупраçсене сĕнетпĕр. Айги, Г. Собрание сочинений / Г. Айги ; сост. Г.Б. Айги. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – Т. 2 : Стихи. – 607 с. : ил, портр. Во второй том Собрания сочинений поэта с мировым именем Геннадия Николаевича Айги (1934-2006) вошли стихотворения, охватывающие полвека его работы в сфере русской поэзии и русского языка. Именно благодаря его русским стихам, которые не печатались в СССР до 1991 года, но были переведены почти на 50 языков народов мира, его творчество обрело широкую международную известность и получило заинтересованные и удивленные отклики в Европе, Южной Америке, США, Японии, Турции и др. Его характеризовали «как самый своеобразный голос в современной русской поэзии и самый необычный голос в мире». Занимая свое уникальное место в европейской поэзии второй половины XX века, он открывал поэзию XXI века. В современной русской поэзии до самого последнего времени Айги воспринимается как особый и, может быть, даже утопический поэт. В чувашской поэзии – и шире культуре – он тоже уникален. Вăйăран – вăкăр = Играй, да меру знай : [калавсем] / Ăсан Уçăпĕ ; [В. Степанов, З. Романова куç.]. – Шупашкар : Çĕнĕ Вăхăт, 2009. – 111 с. : ил. Ăсан Уçăпĕ çыравçă 1944 çулхи нарăсăн 3-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Санькасси ялĕнче çуралнă. И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне тата Аслă парти шкулне пĕтернĕ хыççăн учитель, район хаçачĕсен ĕçченĕ, «Коммунизм ялавĕн» ответлă секретарĕн çумĕ, «Çилçунат» журналăн ответлă секретарĕ пулса ĕçленĕ. Унăн паллăрах кĕнекисем: «Чăваш вăрманĕ» (1996), «Ăсан Уçăпĕ – сунарçă» (1996), «Сатурн çинчи ăсан» (2003), «Ăсан Уçăпĕ сунарçă курни-илтни» (2006). Çĕнĕ кĕнекене Ăсан Уçăпĕ çыравçăн юлашки çулсенчи ачасем валли çырнă тăван тавралăх, атте-анне, тус-юлташ, чĕр чунсемпе кайăксем, ырă ĕç пĕлтерĕшĕ çинчен вĕрентсе каланă калавĕсем кĕнĕ. Кĕнеке ячĕ те – «Вăйăран – вăкăр» – ваттисен сăмахĕ. Автор кĕнекене хăйĕн мăнукĕсене Наташăна, Вадима, Пашăна, Настьăна халалланă. Кĕнекери калавсемпе чи пĕчĕк вулакансене паллашма кăмăллă пулĕ. Сорокин, Н. М. Вечная Волга : роман-трилогия / Н. М. Сорокин. – Чебоксары : Новое время, 2006. – Кн. 1 : [насилие]. – 351 с. Волга течет – берега остаются, Время бежит – память остается, Жизнь проходит – мечты остаются, Человек уходит – дела остаются. Автор книги, Николай Михайлович Сорокин, родился 8 июля 1941 года в селе Большое Шемякино Тетюшского района Республики Татарстан. Профессиональный журналист. Собственный корреспондент ИТАР–ТАСС по Республике Татарстан. Одновременно основатель и главный редактор республиканской газеты «Сувар» и литературного журнала «Заря», издаваемых в г. Казань. Автор шести книг, полнометражного документального фильма «Вера древнего народа». Николай Михайлович Сорокин – заслуженный работник культуры Республики Татарстан и Российской Федерации, награжден Почетной Грамотой Республики Татарстан. Роман-трилогия основана на документальных фактах. В ней рассказывается о трагической судьбе российского крестьянства XX в., надломленного гражданской и мировыми войнами, вконец разоренного жесточайшей тиранией большевиков. Затронуты ранее умалчиваемые стороны жизни, тщательно скрываемые прежней властью. Несмотря на все трудности и лишения, герои романа – исконные волжане, жители Татарстана, впитавшие в себя лучшие качества живой природы. Прежде всего – великой русской реки Волги, не потеряли золотые качества души – трудолюбие, скромность и неистребимую любовь к жизни. В этом и заключается непревзойденная сила и красота таких династий как Соколовы, Запасовы, Качайкины и других. Книга предназначена широкому кругу читателей. Трофимов, А. П. Çунатсăр кăвакарчăн : калавсемпе повеçсем / А. П. Трофимов. – Шупашкар : [и. ç.], 2009. – 251 с. : портр. Çитес çул Аслă Çĕнтерĕве – 65 çул. Çак уява халалласа çыравçăсем чылай çĕнĕ кĕнеке пичетлесе кăларчĕç. Вĕсен шутĕнче Александр Петрович Трофимов та. Вăл Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Турхан ялĕнче 1939 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче çуралнă. Литература ĕçне çамрăклах пуçăннă. Службăна вăл Туркменире, Кызыл-Арват хулинче, ирттернĕ. 1961 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. 1965-1992 çулсенче Мăн Этменти вăтам шкулта учитель, класс тулашĕнчи ĕçсен организаторĕ, директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ, директор пулса ĕçленĕ. 1992 çулта ăна районти вĕрентÿ пайĕн ертÿçи пулма чĕнсе илнĕ. 1997 çулхи кăрлач уйăхĕччен Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта ĕçленĕ. Александр Петрович Трофимов çыравçă «Çунатсăр кăвакарчăн» кĕнекине юратнă мăшăрне Вера Федоровăна халалланă. Тĕпре – Аслă Аттелĕх, Афган, Дагестан, Кавказри Чечен вăрçисенчи хăрушă самантсем, çухатусем, куççуль. Мĕн чухлĕ çамрăка, ентешĕмĕре, тăвана çухатмарăмăр пулĕ? Ах, вăрçă, вăрçă… Миçе хĕрарăм çÿçне вăхăтсăр шуратмарăн-ши?.. Çак тата ытти ыйтусене хускатнă та ĕнтĕ асăннă кĕнекере. Унта пичетленнĕ калавсемпе повеçсем кашни вулакан чуннех пырса тивессе шанатпăр. Илпек, М. Манăçми кунсем : калавсем, очерксем, повесть, новелла : [вăтам тата аслă çулхи шкул ачисем валли] / М. Илпек ; [ÿнерçи П. Н. Сергеев]. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2009 (ГУП «ИПК «Чувашия»). – 256 с. : ил. – (Шкул библиотеки). – Кăларăм паллинче автор: Илпек Микулайĕ (Ильбеков Николай Филиппович). Илпек Микулайĕ (1915-1981) Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Тăван ялĕнчи пуçламăш, Хурăнварти икĕ сыпăклă шкулсенчен, Патăрьелĕнчи педагогика техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Институтра вĕреннĕ çулсенче Чăваш радио комитетĕнче ĕçленĕ, хаçат-журналта пичетленме пуçланă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине Илпек Микулайĕ хăй ирĕкĕпе тухса кайнă. Кĕçĕн политрук, пулеметчиксен взвочĕн командирĕ, аслă политрук пулса çапăçнă, Сталинград патĕнче çапăçакан дивизи хаçатне редакциленĕ. Çĕнтерĕве Болгарире кĕтсе илнĕ. Кĕнекене «Госпитальте», «Чаплă пушмак», «Салтаксем» калавсем, «Микулай шăллĕн калавĕ» повесть, «Пĕчĕк Клавди», «Хĕрÿллĕ кун», «Манăçми кунсем» очерксем тата «Тунсăх» новелла кĕнĕ. Вĕсене вуласан Аслă Çĕнтерÿ мĕн тери пысăк çухатусем, хĕн-асап витĕр килни уççăн курăнать. Тăшман мĕн чухлĕ ытларах сĕмсĕрленнĕ, тавăру çавăн чухлĕ хаяртарах пулнă. Кăларăма вăтам тата аслă классенче вĕренекенсене валли халалланă. Маяксем, Л. Хуçăлман хулă : повеçсем, калав : [вăтам тата аслă çулхи шкул ачисем валли] / Л. Маяксем ; [ÿнерçи И. В. Алексеев]. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2009. – 271 с. : портр. ; 20 см. – Кăларăм паллинче авт.: Леонид Маяксем (Леонид Александрович Степанов). – Автор çинчен калани пур. Леонид Александрович Маяксем (Степанов) çыравçă Канаш районĕнчи Сиккасси ялĕнче 1938 çулта çуралнă. Çырма ялти çичĕ класлă шкулта вĕреннĕ чухнех тытăннă. Паянхи куна Леонид Маяксем – 15 кĕнеке авторĕ. Унсăр пуçне унăн уйрăм произведенийĕсем 25 коллективлă сборника кĕнĕ. 15 чĕлхепе пичетленнĕ. Леонид Маяксем тĕрлĕ жанрпа ĕçлекен çыравçă, хĕрÿ публицист. Çав хушăрах вăл ăста тăлмачă та: хайлавсене чăвашларан вырăсла, вырăсларан чăвашла куçарать. Леонид Маяксем – 1974 çултанпа СССР Писательсен союзĕн членĕ. Çыравçăн çĕнĕ кĕнекинче повеçсем тата «Хунавлах амансан» калав пичетленнĕ. Пурте вĕсем вулакана тÿрех тыткăна илекен хивре сюжетпа палăрса тăраççĕ. «Хуçăлман хулă» повеçре пăши тытнине курнă лесника браконьерсем тискеррĕн вĕлереççĕ. Вăрă-хурахсене тупса палăртаççĕ те судпа айăплаççĕ, анчах Натоль Дубровăн ашшĕне чĕртсе тăратаймăн ĕнтĕ. Ашшĕн пуçне çинĕ Пăлля пиркиех çамрăк Натоль колоние лекет. Унта та, ирĕке тухсан та çăмăл килмест унăн пурнăçĕ. Пурпĕр парăнмасть каччă. Кашни вулаканах хайлавсемпе паллашма сĕнетпĕр. Нестерова, З. А. Ăçта-ши эсĕ халĕ? : калавсемпе повеçсем / З. Нестерова. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2009. – 223 с. : ил. Зоя Алексеевна Нестерова çыравçă 1925 çулхи раштавăн 24-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Анатри Кушар ялĕнче çуралнă. Унăн хайлавĕсен тĕп теми – арçынпа хĕрарăм хушшинчи хутшăну тата Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи ял халăхĕн йывăр пурнăçĕ. Зоя Нестерован чĕлхи таса та чĕрĕ. Çыравçăн паллăрах хайлавĕсем: «Арçынсем те макăраççĕ» роман, «Ылтăн пĕрчĕсем», «Тăвăл килсе çапсан», «Шырлан хĕррипе», «Ан ман, савни, ан ман», «Пулаймарăм санăн мăшăру», «Кĕл айĕнчи кăвар» повеçсем тата нумай-нумай калав. Çĕнĕ кĕнекере çыравçăн калавĕсем тата «Ан ман, савни, ан ман», «Шырлан хĕррипе» повеçĕсем пичетленнĕ. Хайлавĕсенчи сăнарсем тĕрлĕ йывăрлăха лекеççĕ. Апла пулин те вĕсене çăлаканĕ, йывăр вăхăтра пулăшма алă тăсса параканĕ те юнашарах тăрать.
( Майя Игнатьева).Чăвашсене ăçта вăй хурсан та, чи малтан тирпейлӗ тата тăрăшуллă ӗçченсем пек пӗлеççӗ. Нефть отраслӗнче те ӗçченлӗхпе палăраççӗ пирӗн ентешсем. Вӗсене тивӗçлипе хаклани питӗ савăнтарать. «РИТЭК» АОн «ТатРИТЭКнефть» ТППра нефтьпе газ кăларакан оператор пулса ӗçлекен Пухтел (Нурлат районӗ) чăвашӗ Николай Кашкаров та РФ Президенчӗн Владимир Путинăн Тавне тивӗçнине... ❮ ❯ ( Майя Игнатьева).Чăвашсене ăçта вăй хурсан та, чи малтан тирпейлӗ тата тăрăшуллă ӗçченсем пек пӗлеççӗ. Нефть отраслӗнче те ӗçченлӗхпе палăраççӗ пирӗн ентешсем. Вӗсене тивӗçлипе хаклани питӗ савăнтарать. «РИТЭК» АОн «ТатРИТЭКнефть» ТППра нефтьпе газ кăларакан оператор пулса ӗçлекен Пухтел (Нурлат районӗ) чăвашӗ Николай Кашкаров та РФ Президенчӗн Владимир Путинăн Тавне тивӗçнине пӗлтерет «Туслăх» райхаçат сайчӗ. Николай Семенович ӗçре чăн-чăн профессионал, ӗçтешӗсем хушшинче авторитет. Чи яваплă ӗçсене яланах Николай Семеновича шанаççӗ иккен. Кунсăр пуçне ентешӗмӗр телейлӗ çемье пуçӗ те, мăшăрӗпе пӗрле вӗсем ывăлпа хӗр ӳстерсе çитӗнтернӗ. Ывăлӗ те ашшӗн çулӗпех кайнă, нефть отраслӗнче ӗçлет. Эпир Николай Семеновича Президент тавне тивӗçнӗ ятпа саламлатпăр! Малашне те хисепре пулма, пысăк çитӗнӳсем тума вăй-хал сунатпăр!
Лениногорск районӗнчи Çӗнӗ Шешкел ялӗ патӗнче пӗр 10-15 çул каялла вăрман лартнă чух çынсем тӗрлӗ эреш (украшени), темиçе пая пайланса ваннă чугун хуран, тимӗр япаласем тупнă. Çак вырăн ӗлӗк-авал çынсем пурăннă пӗчӗк крепоçе аса илтерет. Ăна çирӗплетнӗ вырăн çумӗпе икӗ çырма юхса пӗрлешнӗ. Тупнă япаласем камсен пулнă-ши? Чăваш наци музей... Лениногорск районӗнчи Çӗнӗ Шешкел ялӗ патӗнче пӗр 10-15 çул каялла вăрман лартнă чух çынсем тӗрлӗ эреш (украшени), темиçе пая пайланса ваннă чугун хуран, тимӗр япаласем тупнă. Çак вырăн ӗлӗк-авал çынсем пурăннă пӗчӗк крепоçе аса илтерет. Ăна çирӗплетнӗ вырăн çумӗпе икӗ çырма юхса пӗрлешнӗ. Тупнă япаласем камсен пулнă-ши? Чăваш наци музей ӗçченӗсем вӗсем çинчен çапла шутлаççӗ: «Эрешсем финн-угор йăхӗсен. Кун пек эрешсене вӗсене пытарнă вырăнсенче археологсем нумай тупаççӗ. Пирӗн тăрăхра финн-угорсемVI ӗмӗрччен пурăннă. Çавсен эрешӗсем вӗсем». Ваттисем каласа панă тăрăх, çак эрешсене тупнă вырăнтан инçех мар ӗлӗк-авалхи масар пулнă.Анчах та 1750 çулта пурăнма килнӗ çынсем масар çинчи чул юпасене пӳрт никӗсӗсем тума сӗтӗрсе пӗтернӗ. Масарӗ пур-тăк, авалхи çынсен ялӗ те инçех мар пулнă. Чугун хуран ванчăкӗсем Ылтăн Урта йăхӗсен пулнă. Чугунран тунă япаласем пăлхарсен те, вырăссен те, Европăри ытти халăхсен те малтан пулман - тăва пӗлмен. Чугунран тунă хурансемпе ытти япаласем кунта монголсемпе пӗрле çеç килнӗ. Удмурт Республикин Халăх политикин министерствинчен çакăн пек хурав килчӗ: «Хальхи Кивӗ Шешкел, Ухинкел ялӗсем патӗнче маларах тата вăтам ӗмӗрсенче пӗрин хыççăн тепри иран, протобалтославян тата пăлхар халăхӗсем пурăннă. Кунта финн-угорсем пурăннă вырăнсем пулман. Эрешсене вара 500-мӗш çулсенчен маларах туман. Вӗсем Атăлçи пăлхарсен те, Ылтăн Уртари монголсен те пулма пултарать. Сирӗн тăрăхри улăп тăприсем (кургансем) сарматсен те пулма пултарнă. Сарматсен йăхӗ финн-угорсен халăхӗсен шутне кӗмест, вӗсем иран чӗлхипе калаçакан йăх пулнă». Мари Республикин культура министерствин çырăвӗнчен: «Çакăн пек эрешсем вăрманлă, хирлӗ вырăнсенче тупăнаççӗ. Вӗсем финн-угор халăхӗсен пулнă тесе çирӗплетме пулмасть. Кӗмӗл эрешсене XII-XIII ӗмӗрсенче Атăлçи Пăлхар патшалăхӗнче ăсталанă. Атăлçи суту-илӳ çулӗпе кун пек эрешсем финн-угорсем патне те, славянсем патне те лекме пултарнă. Кун пек япаласене ăçта тупнă вырăнсем паллă. Хальхи Пенза облаçӗнчи Золотарево ялӗ патӗнчи ӗлӗк-авал тимӗрçи те пулнă. Шăрçасене вара IV-XI ӗмӗрсенче тума пултарнă. Кун пек шăрçасем Индире те, Аппенин тăвӗ патӗнче те, Скандинавире те тӗл пулаççӗ. Кун пек шăрçасене Атăлçи Пăлхарта та ăсталанă. Хальхи Тутарстанпа Самар облаçӗн чиккинче Иментково археологи культурин йăхӗсем пурăннă.Историксем çак культурăн йăхӗсене славян халăхӗсен мăн аслашшӗсем пулнă тесе шутлаççӗ. VII-VIII ӗмӗртен (пӗтӗм халăх куçнă вăхăтсенчен) ку тăрăхра пăлхар йăхӗсем пурăна пуçланă. Хир халăхӗсем вилнӗ çынсене улăп тăприсенче (кургансенче) пытарнă. Сармат (свромат) йăхӗсем Атăл тăрăхне Урал тăвӗ тăрăхӗсенчен килсе çӳренӗ. Вӗсем куçса çӳрекен халăх пулнă. Атăлçи культурине вӗсем витӗм парайман. Ку тăрăхра нумай тытăнса тăман пулас». Нумай çул каялла тупнă эрешсем Шешкелсемпе Ухинкел ялӗсен тăрăхӗнче V-XIV ӗмӗрсенчеçынсем пурăннине çирӗплетсе параççӗ. - Кивӗ Шешкелпе Ӳтемӗш ялӗсем хушшинче пăлхарсем тунă вал та пурччӗ,- тесе калатчӗ пирӗн ял çынни Виталий Илюхин. Анчах та çав вала, тракторсене сухалама чăрмантарать тесе бульдозерпа тикӗсленӗ. Çавăн пекех Çарăмсан районӗнчи Акрель ялӗ патӗнчи вала та тикӗсленӗ. Питӗ те шел, икӗ палăк историрен çухалнă.
Хусанта майăн 17-мӗшӗнче «Рубин» тата ЦСКА футбол командисем хушшинче иртекен матча килнӗ хăнасене хăйсен машинисене суту-илӳ центрсен парковкисене вырнаçтарма май пулать тесе пӗлтерет ТР ШĔМĕн УГИБДД официаллă сайчӗ. Командăсем хушшинчи вăйă Хусан хулишӗн Конфедераци кубокĕ умӗн тӗрӗслев матчӗ шутланнине те палăртса хăвармалла, çавна кура «Казань-Арена» стадион таврашӗнче çулсене хупаççӗ. Водительсен... ❮ ❯ Хусанта майăн 17-мӗшӗнче «Рубин» тата ЦСКА футбол командисем хушшинче иртекен матча килнӗ хăнасене хăйсен машинисене суту-илӳ центрсен парковкисене вырнаçтарма май пулать тесе пӗлтерет ТР ШĔМĕн УГИБДД официаллă сайчӗ. Командăсем хушшинчи вăйă Хусан хулишӗн Конфедераци кубокĕ умӗн тӗрӗслев матчӗ шутланнине те палăртса хăвармалла, çавна кура «Казань-Арена» стадион таврашӗнче çулсене хупаççӗ. Водительсен урăх çулсем тупма тÿр килет.
Курак Иванĕ (Иван Игнатьевич Кураков) 1889 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче Сарă ту кĕпĕрнинчи Хвалын уесĕнчи Кăлаткă ялĕнче вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Вăл малтан прихут шкулĕнчен вĕренсе тухнă, 1904-1907 çулсенче Астрахань хулинче ÿнер шкулĕнче вĕреннĕ. 1907-1911 çулсенче çав хуларах çурт-йĕрсем сăрласа пурăннă. 1911 çулта унăн ашшĕ вăхăтсăр вилсе кайнă, поэтăн вара яла таврăнма тивнĕ. Эпĕ Кăлаткăра пурăнакан ватă çынпа Николай Изендеевпа Курак Иванĕ пирки калаçнăччĕ. Вăл поэт ÿкерме юратнине, чиркÿ валли турăшсем ÿкернине астăватчĕ. Ялта пурăннă вăхăтра вăл çамрăксем хушшинче чи хастаррисенчен пĕри пулнă. Ял куштанĕсемпе пуянсене тăрăхласа карикатурăсем ӳкернĕ, вĕсене хăйĕн ялти тантăшĕсем хушшинче сарнă. Çакăншăн куштансемпе кулаксем Курак Иванне хытă тарăхнă, ăна вĕлерме хатĕрленнĕ. Çавăнпа вăл 1914 çул вĕçĕнче хальхи Пенза облаçĕнчи Неверкино районĕнчи Итĕм Кура ятлă чăваш ялне куçса кайнă. Кунта вара ăна мăшăрлану шăпа кĕтнĕ. Иван Кураков Домна Федоровнăпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Хăй шкулта рисовани вĕрентнĕ. Мăшăрăн 4 ача çуралнă. 1918-1922 çулсенче Курак Иванĕ Граждан вăрçинче çапăçнă. 1922-1926 çулсенче ялта хресчен ĕçĕпе пурăннă. Пушă вăхăтра сăвăсем, калавсем, пьесăсем çырнă. Вĕсене «Ĕçлекенсен сасси» журналпа «Чăваш хресченĕ» (кайран «Коммунар») хаçатра тата «Сунтал» журналта пичетлеме ярса панă. Поэт-художника 1930 çулта 58-мĕш статьяпа айăпласа арестленĕ. Виçĕ çултан вăл таврăннă. Кун хыççăн колхозра, патшалăх банкĕн районти уйрăмĕнче счетовод пулнă. 1924-1934 çулсенче вăл уйрăмах чылай çырнă. Поэт сăвăсенче Аслă Октябрь тивлечĕпе телей тупнă халăх пурнăçне мухтаса юрланă, çĕнĕ пурнăçа хапăл туса саламланă. Прозăпа çырнисенчен поэт пултарулăхĕшĕн «Уçтук» (1925), «Хăрушă аслати» (1927), «Укахви» (1933) калавсем уйрăмах паллă вырăн йышăнаççĕ. Çак произведенисенче поэт совет хĕрарăмĕ ĕмĕрхи пусмăртан яланлăхах хăтăлни тата вăл патшалăх ĕçне арçынпа пĕртан хутшăнни çинчен каласа кăтартать. 1937 çулта вăл Туркмени ССРне тухса кайнă, унта Байрăм-али ятлă станцире ÿнер мастерскойĕнче ĕçленĕ. Курак Иванĕ 1942 çулхи август уйăхĕнче хăй ĕçлесе пурăннă станцирех вăхăтсăр вилнĕ. 1926 çулта СССР халăхĕсен Тĕп издательствинче Курак Иванĕн «Сăвăсем» кĕнеки пичетленсе тухнă. Василий ЯКУШОВ. Сарă ту облаçĕ, Балаково хули. Редакцирен. Курак Иванĕ çуралнă ял, Кăлаткă (хальхи вăхăтра вăл Ульяновск облаçне кĕрет), кăçал 350 çул тултарнă. Чăн та малтанах ял хăçан никĕсленни тавлашуллă ыйту пулнă. Анчах та тĕпчевçĕсем ревизи çыравĕсем тăрăх математика мелĕпе усă курса ял пуçланса кайнă çула тĕрĕс палăртнă. Вырăнти халăх ялăн çуралнă кунне малашне çыравçăн çуралнă кунĕнче июль уйăхĕн 17-мĕшĕнче паллă тума йышăннă. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Кама мӗнле пуль те, маншăн «крематори» çӳç-пуçа вирелле тăратакан сăмах. Православи тӗнӗпе пурăннăран-ши, пурнăçран уйрăлнă хамăн чи çывăх çыннăмсене ӗмӗртен килекен йăлапа тупăка хурса, алă вӗççӗн йăтса масар çине юлашки çула ăсатас, вăхăт иртнӗçемӗн вара кашни Çимӗкре вӗсен вилтăпри çине кайса асăнас килет. Тепӗр тесен, киремет тӗнӗпе пурăнсан та вилнисене... Кама мӗнле пуль те, маншăн «крематори» çӳç-пуçа вирелле тăратакан сăмах. Православи тӗнӗпе пурăннăран-ши, пурнăçран уйрăлнă хамăн чи çывăх çыннăмсене ӗмӗртен килекен йăлапа тупăка хурса, алă вӗççӗн йăтса масар çине юлашки çула ăсатас, вăхăт иртнӗçемӗн вара кашни Çимӗкре вӗсен вилтăпри çине кайса асăнас килет. Тепӗр тесен, киремет тӗнӗпе пурăнсан та вилнисене вута пăрахса çунтарман вӗт-ха пирӗн несӗлсем. Шупашкарта вара 2020 çулта крематори ӗçлеме пуçлассине хыпарлаççӗ массăллă хыпар хатӗрӗсем. Çакна хула влаçӗ масар валли Шупашкарта çӗр çуккипе, пурри ытла хаклипе сăлтавлать-мӗн. Крематори ăçта пуласси те паллă иккен, вăл Шупашкар районӗнчи Явăш ял çумӗ. Мӗнле чăваш йăтса кайса çунтарӗ-ши унта хăйӗн вилнӗ тăванне? Эпӗ çакна куç умне ниепле те кăларса тăратаймастăп. Çынла мар вӗт ку. Манăн акă, кукаçи вăрçăран таврăнман, хыпарсăр çухалнă, тен, вăл та вутра çунса кӗлленнӗ пуль, çапах та унăн вилтăпри çукки пире канăç памасть-çке, чунӗ çӗрпе пӗлӗт хушшинче тăлăххăн çӳресе канăç тупаймасть пек туйăнать. Кунта вара çывăх çыннуна вута… ху аллупа. Çутçанталăк туррисене халӗ те манман, вилнисемпе çыхăну çав тери çирӗппине вăйлă ӗненекен халăх Атăлçи тăрăхӗнче чи малтан крематори строительствине пуçлани чăнах та чуна çӳçентерекен факт. Сăмах май, Раççейре хальхи вăхăтра 22 крематори. Шупашкар Мускав пек миллионшар çынлă капашсăр пысăк хула та мар вӗт, нивушлӗ çак сăваплă вырăн валли унăн вырăн çук? Чăвашăн чунӗ укçана пулах чул пек хытрӗ-ши? Тепӗр тесен, чулăн та чунӗ пур теççӗ те пирӗн вара вăл та юлмарӗ-ши? «Тăпраран пулнă çын тăпрах пулмалла»,- тенӗ мар-и-ха ваттисем, чăвашăн вара малашне кун валли те «укçа çук» пулса тухать.
Йывăр атлетикăпа Раççей хӗрарăмсен сборнăйӗн теренрӗ, Олимп Чемпионӗ Николай Колесников çуралса ӳснӗ ял несӗлсенчен куçнă чăваш халăхӗн авалхи йăлисене тирпейлӗн упраса пырать. Пӗкӗлме районӗнчи Наратлăри Культура çурчӗ çулсерен пирӗн халăхăн вăл е ку йăли-йӗркине театрализацилесе кăтаратаканччӗ, кăçал та çапла пулчӗ. Районти культура управленийӗ тӗрев панипе тата клубсен тытăмӗн ертӳçин И.П.Ибатуллина... ❮ ❯ Йывăр атлетикăпа Раççей хӗрарăмсен сборнăйӗн теренрӗ, Олимп Чемпионӗ Николай Колесников çуралса ӳснӗ ял несӗлсенчен куçнă чăваш халăхӗн авалхи йăлисене тирпейлӗн упраса пырать. Пӗкӗлме районӗнчи Наратлăри Культура çурчӗ çулсерен пирӗн халăхăн вăл е ку йăли-йӗркине театрализацилесе кăтаратаканччӗ, кăçал та çапла пулчӗ. Районти культура управленийӗ тӗрев панипе тата клубсен тытăмӗн ертӳçин И.П.Ибатуллина пулăшнипе «Сурхури» уявне анлăрах, Пӗкӗлме районӗн шайӗнче ирттерме шут тытрăмăр. Клуб ӗçченӗсем хастар ӗçленипе тата вӗсене пулăшакансем тăрăшнипе эпир ял халăхӗ савăнмашкăн тата хăнасем тӗлӗнмешкӗн чăваш халăхӗн пысăк уявне туса ирттерме пултартăмăр. Представлени çак уявăн мӗн пур йăлисене пăхăннипе илемлӗ пулчӗ, ку вăл: хуçалăхсем тăрăх çӳресе килти выльăх-чӗрлӗхе тытса юмăç пăхни те, хӗллехи вăйăсем те, килти сăрапа хăналани те, Культура çурчӗн сцени çинче импровизацилесе туса хунă ӗлӗкхи пӳрт ăш-чиккинче аслисене сурхури юррисене юрласа сумлани тата ытти те. Çакăнтах ал-ӗç хатӗрӗсен куравне те, чăваш халăх апат-çимӗçне тутанса пăхассине те, чейне те хатӗрленӗ. Пире çакăн пек мероприяти тума пулăшнăшăн пурне те тав сăмахӗ калас килет, уйрăмах Культура çуртӗнче ӗçлекенсене (заведующийӗ Е.А. Егорова), илемлӗ пултарулăх ушкăнне хутшăнакансене, ял-йыша. Кашни килнӗ хăна уявран питӗ хаваслă кăмăл туйăмпа килне таврăнчӗ. Çакă ăна йӗркелекенсен чи пысăк çитӗнӗвӗ.
Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов республикăн спортсменӗсемпе тренерӗсене тӗнче, Раççей шайӗнчи ăмăртусене хатӗрленнӗ тапхăрта çӗнӗ патшалăх пулăшăвӗ парасси çинчен пӗлтернӗ. Вӗсенчен пӗри - спортри çитӗнӳсемшӗн пӗр хутчен парăнакан преми суммине ӳстересси. Çапла вара спортсмена Олимп, Паралимп, Сурдлимп вăййисенче çӗнсе илнӗ ылтăн медальшӗн - 4, кӗмӗлшӗн - 2,5, бронзăшăн 1,7 миллионшар; Тӗнче... ❮ ❯ Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов республикăн спортсменӗсемпе тренерӗсене тӗнче, Раççей шайӗнчи ăмăртусене хатӗрленнӗ тапхăрта çӗнӗ патшалăх пулăшăвӗ парасси çинчен пӗлтернӗ. Вӗсенчен пӗри - спортри çитӗнӳсемшӗн пӗр хутчен парăнакан преми суммине ӳстересси. Çапла вара спортсмена Олимп, Паралимп, Сурдлимп вăййисенче çӗнсе илнӗ ылтăн медальшӗн - 4, кӗмӗлшӗн - 2,5, бронзăшăн 1,7 миллионшар; Тӗнче чемпионатӗнче I, II, III вырăнсемшӗн - 150, 90, 60 ; Европа чемпионатӗнче I, II, III вырăна тухнăшăн - 70, 50, 30; Раççей чемпионатӗнче I, II, III вырăнсемшӗн 12,10 тата 6 пиншер тенкӗ параççӗ. Чемпионсене ӳстернӗ тренерсене паракан премисен сумми те сисӗнмеллех ӳсет. Вӗсене воспитанникӗ тивӗçнӗ премийӗн çурри чухлӗ укçа парӗç. Калăпăр, Олимп вăййисенче ылтăн çӗнсе илнӗ спортсмена пӗр хутчен 4 миллион параççӗ-тӗк,унăн тренерне 2 миллион.
„Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программа” проект халăх шухăшĕсене, пуçарăвĕсене пĕрлештерет, власть органĕсем тÿррĕн хутшăннине шута илет, çакă тахçанах хумхантаракан задачăсене пĕрле татса пама май парать. Районта тăваттăмĕш çул „Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программа” проект вăйра тăрать. Вăл халăх шухăшĕсене, пуçарăвĕсене пĕрлештерет, власть органĕсем тÿррĕн хутшăннине шута илет, çакă тахçанах хумхантаракан задачăсене пĕрле татса пама май парать. Иртнĕ çулта 15 ял тăрăхĕн çыннисен сĕнĕвĕсене пурнăçа кĕртме пултарнă: ултă клуба, сакăр шкула тата ача садне юсанă, трактор туяннă. Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программа проекчĕсен 2018 çулти хакĕ 18,7 млн тенкĕ чухлĕ пулнă. Вĕсем – халăх май пур таран хывнă укçа, спонсорсен (предприятисен, фермерсен, хуçалăхсен, предпринимательсен) укçи-тенки, район ( 2 млн тенкĕ) тата республика (12,8 млн) бюджечĕсем. Спонсорсем хушшинче „Урожай” ялхуçалăх предприятийĕ сулмаклă пулăшу панине палăртас килет. Хуçалăх 900 пин тенке яхăн укçа хывнă. „Урал” СПК, „Салават” ХФХ, „Наумкино” агрофирма, „Рассвет” ООО, „Таштамак” тата „Искра” СПКсем проектсене 100-150 пин тенкĕ хывнă. 2019-мĕш çула плансем тата пысăкрах. Районти мĕнпур ялсоветĕнче пухусем иртрĕç. Кашнинче хăйсен проектне суйласа илнĕ. Урăхла каласан, вĕсем пурĕ 21. Ял çыннисенчен нумайрахăшĕ вĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ объектсене – ялсен пурнăç центрĕсене: клубсене, шкулсене, ача сачĕсене – юсани кирлĕ тесе шутлать. Масарсен хÿмисене, вилнĕ воинсен палăкĕсене тĕпрен юсас, пушар прицепĕ, тракторсем туянас тата социаллă-культура центрне тивĕçтерес енĕпе проектсем пур. Проектсене конкурс никĕсĕнче суйласа илме ял тăрăхĕсем заявкăсем парас кампани февраль вĕçĕччен пырĕ. Çавăнччен тĕпрен юсав тăвас енĕпе проектăн смета хакĕн чăнлăхне тĕрĕслеме, çирĕплетнĕ список тăрăх мĕнпур материалсене пухма ĕлкĕрмелле. Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программа йĕркипе 2019 çулта хутшăнма планланă проектсен мĕнпурин малтанлăх хакĕ – 29 млн тенкĕ ытла. Район проектсене хушса финанслама вырăнти бюджетра 3 млн тенкĕ шута илнĕ. Халăх та укçа хывма шутларĕ. Спонсорсем 3 млн тенке яхăн укçа-тенкĕ парса пулăшма планлаççĕ. Енчен те апрельте иртекен конкурсра проектсем пурте çĕнтерсен, республика района 19 млн тенкĕ ытла субсиди парассине кĕтме пулать. А. ШАКИРОВА, район администрацийĕн пуçлăхĕн экономика аталанăвĕ тата инвестицисем енĕпе заместителĕ. КОММЕНТАРИ Гузель Насырова, Ишлĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ: Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программа районта ĕçлеме пуçланă пĕрремĕш çултанпа унта хутшăнатпăр. 2016 çулта эпир мусульман масарне йĕркене кĕртрĕмĕр, 2017 çулта – вăтам шкул çуртне, иртнĕ çулта – Ишлĕ ялĕнчи клуба тĕпрен юсарăмăр. Ишлĕсем çĕнĕ çула ăшă, çутă, хăтлă клубра кĕтсе илчĕç. Халăх савăнчĕ! Çак проект пире ял тăрăхĕ пĕччен вăй çитереймен проблемăсене татса пама пулăшать. Кашни çул пĕтĕм йышпа пĕрер лайăх, кирлĕ ĕç тăватпăр. Кăçал халăх пĕрлехи пухура шкулăн пуçламăш класри ачасем вĕренекен корпусне çĕнетме шут тытрĕ. Ял çыннисем активлăн хутшăннисĕр пуçне, спонсорсем – шкулăн унчченхи выпускникĕсем, «Урожай СП» ООО – пулăшаççĕ. Ялхуçалăх предприятийĕ çултан-çул пире пысăк суммăпа пулăшать. 2017 çулта объектсене реконструкцилеме 100 пин тенкĕ уйăрса пачĕ, 2018 çулта – 150 пин тенкĕ. Ирина Федорова, Наумкин ялĕн старости: Пиртен кашни хăтлă, комфортлă пурнăçпа пурăнма тивĕçлĕ. Проект пулăшнипе эпир çавна хамăрăн ялсенче тума пултаратпăр. Виçĕ çул хушшинче Балăклăкуль ялĕнчи мусульман масарне хÿме тытрăмăр, трактор туянтăмăр, вăл Балăклăкуль ял тăрăхне питĕ кирлĕ пулăшуçă пулса тăчĕ. Хĕлле унпа çулсене юртан тасатаççĕ, çулла хытхура çулаççĕ, сезонсем хушшинче уй-хирте ĕçлет. Наумкин ялĕнчи клубăн хутса ăшăтмалли системине тата тăррине улăштартăмăр. Кăçал ялсовет çыннисем пуçламăш шкул тата ача сачĕ вырнаçнă çурта юсассине суйласа илчĕç. Тĕпрен илсен, ял çыннисем вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăна ырлаççĕ, пулăшаççĕ. Пирĕн яланхи спонсор – „Наумкино” агрофирма, кашни çул 150-шар пин тенкĕ уйăрса парать. Эпир „миллионниксен” шутĕнче пулни савăнтарать. Кашни çул республика бюджетĕнчен миллион тенкĕ илетпĕр, мĕншĕн тесен çак программăн требованийĕсене туллин пурнăçлатпăр. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Электро каплам, контекстран паллă пулсан ахаллĕн каплам теме те юрать — ĕскерсем электромагнила уй çăлкуçĕ пулма пултарассине тата вĕсен элетромагнитла хире-хирĕç вăйăмра хутшăнаслăхне палăртакан скалярла физикăлла кап. Электро заряд теесси ăслав историйĕнче пĕрремĕш хут 1785-мĕш çулта, Кулон саккунне тупнă чухне, сиксе тухнă. Электро капламсем. Электро капламсем плюслисем тата минуслисем пулаççĕ. Хире-хирĕсле капламсем пĕр-пĕринпе туртăнаççĕ, пĕр ятлисем — пĕрне-пĕри тĕртеççĕ. Электро капламсем плюслисем тата минуслисем пулаççĕ. Хире-хирĕсле капламсем пĕр-пĕринпе туртăнаççĕ, пĕр ятлисем — пĕрне-пĕри тĕртеççĕ. ВуламаллиПравить М. Ю. Хлопов. Заряд // Физическая энциклопедия : [в 5 т.] / Гл. ред. А. М. Прохоров. — М.: Советская энциклопедия (тт. 1—2); Большая Российская энциклопедия (тт. 3—5), 1988—1999. — ISBN 5-85270-034-7. І.М. Кучерук, І.Т. Горбачук, П.П. Луцик (2006). Загальний курс фізики: Навчальний посібник у 3-х т. Т.2. Електрика і магнетизм. Київ: Техніка.
Бразилиа (порт. Brasília) — Бразилин шĕкĕр хули (1960 çулхи ака, 21), на берегу искусственного водохранилища. ЮНЕСКО Пĕтĕмтĕнчери кăнарĕ шутĕнче. ХалăхĕПравить Халăх шучĕ (хула тулашĕсемпе) 2,2 млн. çынна çитет. ГеографиПравить Паянкунхи Бразилин шĕкĕр хули çĕршывăн тĕп çĕрĕнче, Тĕп якатăвĕнче, тинĕс шайĕнчен 1050—1200 м çӳллĕшĕнче, Прету тата Дешкоберту шывĕсем çумĕнче вырнаçнă. Хула вырăнне çĕршывăн политика тĕпĕсенчен — Рио-де-Жанейро тата Сан-Паулу хулисенчен — аяккарах, çав вăхăтра пушă çĕрте суйласа илнĕ. Çакăн пек йышăну стратеги тата вăрçă хăрушсăрлăх енчен питĕ вырăнлă пулса тăрать. Кунта тропиклă континентлă климат, нӳрĕклĕ çумăрлă çусем (çурçĕр çуршарĕнче çак вăхăтра хĕл) тата типĕ хĕвеллĕ хĕлсем (çу уйăхĕн варринчен пуçласа чӳк уйăхĕн варриччен). Çулти вăтам температура +21°С, сезонра 15°-рен 30° çити çул хушшинче. Чи шăрăх уйăх — авăн. Хулари флора тата фауна — саванна евĕрли, тĕрĕсрех — бразили «серраду» пекскер. Хулара тĕнчери Ж. Кубичек ячĕллĕ аэропорчĕ, çăмăл тата апат-çимĕç промыçлисем, Наци университечĕ, Наци театрĕ пур.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫулталӑк вӗҫлениччен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе сусӑрӗсем поездсемпе тӳлевсӗрех ҫӳреме пултарӗҫ. Ветерансен купере те, «люксра» та вырнаҫма май пур. Компанин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен хӑть те миҫе хутчен ҫула тӳлевсӗрех тухма юрать. Ку кӑна мар, ватӑскерсене илсе ҫӳрекен пӗр ҫын билетшӑн укҫа тӳлемӗ. #Раҫҫейре, #ветерансем, #акцисем, #уявсем Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
ПР Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Пушкăртстанра пушарпа кĕрешмелли хатĕрсем туса кăларассипе тата вĕсен производителĕсене пулăшу парассипе çыхăннă ĕçе йĕркелесе янă. ПР Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Пушкăртстанра пушарпа кĕрешмелли хатĕрсем туса кăларассипе тата вĕсен производителĕсене пулăшу парассипе çыхăннă ĕçе йĕркелесе янă. Ĕпхÿри оборона предприятийĕсенчен пĕринче пушара маларах систерекен прибор туса кăларма хатĕрленеççĕ. Унăн аккумуляторĕ те пулĕ. Çавăнпа вăл 10 çулччен ĕçлеме пултарĕ. Çак хатĕрте хăват паракан пая мĕн усă куриччен улăштарма кирлĕ мар. 2016 çултанпа Пушкăртстанра бюджет укçи-тенкипе пушара маларах систерекен приборпа 243‚5 пин çемьене тивĕçтернĕ. Çакă 469 çын пурнăçне çăлма май панă‚ çав шутра 194 ачанне те. 2021 çултанпа çулсерен 50 пин прибор туянассине плана кĕртнĕ. Тепĕр тухăçлă юхăм – пушарпа кĕрешмелли прицепсем туса кăларасси. 2018 çултанпа ПР Инкеклĕ ĕçсен министерстви енĕпе 129 единица техника туяннă. Çитес çул тата 30 единица туянма палăртаççĕ. Пушарпа кĕрешмелли прицепсене УФСИН системи туса кăларма пултарать. Паянхи кун тĕлне уголовлă тата ĕç тăвакан система çурма прицеп-цистерна туса кăлармалли конструктор докуменчĕсен комплектне хатĕрленĕ. Вĕсем опыт тĕслĕхне те тунă‚ ăна Ĕпхÿри курава тăратнă. Ирида НОВИКОВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
«Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», - тенĕ чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев. Чĕлхе - культурăна тата халăх хăйне евĕрлĕхне упраса пыракан тĕп инструмент шутланать. Унпа усă курса эпир хамăр кăмăл-туйăма палăртатпăр, ăс-хакăла пуянлататпăр, шухăша пĕр-пĕрне пĕлтеретпĕр. Чĕрене пырса тивмелле çепĕç вăл - чăваш чĕлхи. Тăван чĕлхене лайăх пĕлни тепĕр чĕлхене вĕренме, унăн уйрăмлăхĕсене тĕплĕнрех ăнланма, çавна май ытларах пĕлÿ пухма пулăшать. Тăван чĕлхе кунĕнче (ăна февраль уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тăваççĕ) Çтерлĕ хулинчи 6№ библиотекăра (ертÿçи - В.Ю. Зорина) чăваш чĕлхине юратакансем: ЧНКА, Пушкăртстанри чăвашсен пĕрлешĕвĕн, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕсем тата чĕннĕ хăнасем пуçтарăнчĕç. Унта «Тăван чĕлхе вăрттăнлăхне ăса хывар» литература тĕпелĕ иртрĕ. Тĕлпулура çак йĕркесен авторĕ вырăнти çыравçăсем - Александр Савельев-САС, Василий Антоновпа Микул Ишимбай, Геннадий Челпир, Георгий Никитин, Дина Гаврилова тата ыттисем çинчен кĕскен каласа парса вĕсен хăш-пĕр хайлавĕсемпе паллаштарчĕ. В.Д. Васильев чăваш хастарĕ А.Тимбайăн «Тăван чĕлхе» сăввине вуларĕ. Çавăн пекех сăвă-калав çырма пуçлакансем хăйсен хайлавĕсемпе паллаштарчĕç. Людмила Маркина «Турă çырни пулман-ши?», «Кĕтÿ ачи» хайлавĕсене вуласа парса пуçтарăннисен ăшă сăмахĕсене тивĕçрĕ. Н.П.Емельянова «Вăрманта çÿрени», «Чăхсем», «Эмел» ятлă тĕрленчĕксем вуларĕ. Дина Гаврилован хайлавĕсем çинчен калаçу пуçлансан аса илÿ авăрне путрăмăр. И.Н. Волков, Ю.А. Петров, В.Ю. Зорина тата ыттисем пулса иртнĕ пулăмсене аса илчĕç. Хут çине çырасси пурнăçри чăнлăхпа çыхăннă-çке. В.Д. Сайфутдинова Валерий Раштавăн «Телей кайăкĕ” сăвă кĕнекипе паллаштарчĕ. Йăхташăмăрсем унăн ятне литературăринчен ытларах эстрадăра пĕлме пултараççĕ. Унăн юррисене пысăк сцена çинчен Алексей Московский, Сергей Павлов, Алексей Шадриков, Алексей Наумов /«Хусан чăвашĕсем» ушкăн/, тутар пики Фарида Файзуллина шăрантараççĕ. Пушкăртстанри чăвашсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Федор Кузьмин тав сăмахĕсемпе пĕрле çитес вăхăтра ирттермелли пысăк мероприятисемпе паллаштарчĕ. Паянхи мероприяти кирлине, вырăнлă пулнине палăртрĕ. Библиотека хуçи литература каçне тăван чĕлхе çинчен ырă сăмахсем каласа вĕçлерĕ. Тарават хуçа чăваш йăлипе пурне те чей ĕçме чĕнчĕ. Тутлă чейпе сăйланнă май, чăваш юррисем те шăранчĕç. Кунта вара «Тавах» ансамблĕн солисткине Алевтина Петрована çитекенни пулмарĕ. Валентина Юрьевнана пире яланхи пекех ăшшăн кĕтсе илнишĕн, вăхăт тупса пуçтарăннă хастар чăвашсене пысăк тав сăмахĕсем калатпăр. Тепре тĕл пуличчен! Людмила МАРКИНА. Çтерлĕ хули. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Пушкăртстанра декабрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче кăшăлвирус пандеми вăхăтĕнче Çĕнĕ 2021 çула уявлассипе çыхăннă мерăсем йышăннă. Пушкăртстанра декабрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче кăшăлвирус пандеми вăхăтĕнче Çĕнĕ 2021 çула уявлассипе çыхăннă мерăсем йышăннă. Республика пуçлăхĕ Радий Хабиров пăртан тунă вылямалли лапамсен тата хуласемпе ялсенчи чăрăшсен шутне ÿстерме хушнă. Çакă ярăнмалли вырăнсенче çынсем йышлă пухăнассинчен хăтăлма май парĕ. Лапамсем декабрь уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне хатĕр пулмалла. Унсăр пуçне ача сачĕсенче Çĕнĕ çул утренникĕсем ирттерме ирĕк панă. Анчах‚ вĕсене хăйсен ушкăнĕнче тата ашшĕ-амăшĕсĕр йĕркелĕç. Ресторансем пирки калас пулсан‚ вĕсем Çĕнĕ çул каçне талăкĕпе‚ Çĕнĕ çул каникулĕ вăхăтĕнче ирхи 6 сехетрен пуçласа çĕрлехи 2 сехетчен ĕçлеме пултараççĕ. Çав вăхăтрах вĕсем санитарипе эпидемиологи нормисемпе правилисене‚ ПР Суту-илÿ министерствин сĕнĕвĕсене пăхăнмалла. Республикăри оперативлă штабра çакна та пĕлтернĕ: енчен те ашшĕ-амăшĕ кăшăлвируспа чирлесе вĕсене васкавлă больницăна хунă‚ анчах ачисене пăхма çын çук пулсан çакăн пек çемьесем социаллă приютсенчен пулăшу ыйтма пултараççĕ. Ачасем унта ашшĕ-амăш сипленичченех пурăнĕç. Ирида НОВИКОВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.