text
stringlengths
406
146k
Пирвайхи хут Илле Тукташ сăввипе Герман Лебедев кӗвӗленӗ «Тăван çӗршыв» юрă 1945 çулта Чăваш патшалăх академи драма театрӗнче Петр Осиповăн «Тăван çӗршыв» пьеси тăрăх лартнă спектакльте янăранă. Куракансем кӗвве ура çине тăрсах итленӗ, вăл кашнин чунне пырса тивнӗ, телейлӗ те мирлӗ пурнăç символӗ пулса тăнă. Тен, çавăнпа та пулӗ «Тăван... ❮ ❯ Пирвайхи хут Илле Тукташ сăввипе Герман Лебедев кӗвӗленӗ «Тăван çӗршыв» юрă 1945 çулта Чăваш патшалăх академи драма театрӗнче Петр Осиповăн «Тăван çӗршыв» пьеси тăрăх лартнă спектакльте янăранă. Куракансем кӗвве ура çине тăрсах итленӗ, вăл кашнин чунне пырса тивнӗ, телейлӗ те мирлӗ пурнăç символӗ пулса тăнă. Тен, çавăнпа та пулӗ «Тăван çӗршыв» юрă «Чăваш Республикин Патшалăх символӗсем çинчен» калакан законпа килӗшӳллӗн (1997 çулхи утă уйăхӗн 14-мӗшӗнче йышăннă) Чăваш Республикин Патшалăх гимнӗ пулса тăнă. Гимнăн кӗввипе сăмахӗсем чăваш халăх юррине çывăх, çав вăхăтрах унра хальхи самана таппи уççăн илтӗнет, савăнăçлă та çӗкленӳллӗ сасси пирӗн чӗресенче мăнаçлăх çуратать. Патшалăх гимнӗн тексчӗ сăнарсен виçӗ ушкăнне пӗрлештерет: çутçанталăк чӗрӗлни; тăвансем, атте-анне, ача-пăча - çемье пӗрлӗхӗ; чăваш тӗнчинчи пӗтӗм халăх туслăхӗпе килӗшӗвӗ. Çапла вара «Тăван çĕршыв» юрă çыравçă пултарулăхĕнчи чи пысăк çитĕнӳ пулса тăчӗ. Илья Семенович Тукташ 1907 çулхи çурла уйăхӗн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Элĕк районĕнчи Мăн Тукташ ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралса ӳснĕ.
Туймазăри тĕп район больницин Кандры ялĕнчи район больницине хĕрарăм суда панă, вăл пахалăхсăр медицина пулăшăвĕ панăшăн ăстан енчен тăкака саплаштарма çăхав тăратнă. Вырăнти прокуратура информацийĕ тăрăх, 2015 çулхи мартра çул çитмен ачан шăлĕ ыратма пуçланă. Амăшĕ хĕрне Кандры ялĕн стоматологи поликлиникине илсе килнĕ. Пахалăхсăр медицина пулăшăвĕ панине пула çул çитмен ачана ача-пăча РКБ питпе шăл тунин уйрăмĕнче икĕ операци ирттерме тивнĕ. Ача вăрах вăхăт сипленнĕ. Кандры ялĕн поликлиникинче ача-пăча стоматологине тивекен ĕç-хĕл илсе пыма ирĕк паракан лицензи пулманни паллă пулнă. Çакнашкал çăмăллăхсем пама ятарлă кабинет та пулман. Туймазăри районсем хушшинчи суд больницăна инкек курнă ене миллион тенкĕ компенсаци тÿлемелле тесе решени йышăннă. Медицина пулăшăвĕ панă вăхăтра ача виçĕ çулта пулнă. Стоматолог ыратакан шăла кăларнă, анчах ача хăйне тата та начартарах туйма пуçланă: ÿт температури ÿссе кайнă, пит çăмарти шыçнă. Врач рентгенпа усă курмасăр ачан тепĕр икĕ шăлне туртса кăларнă. Пациенткăна ним те пулăшман, ăна Туймазă больницине илсе кайнă, унтан Уфана. Хирургсем ачана тăватă операци тунă, унăн пит çăмарти шыçса кайса пÿрленме тытăннă. Юлашкинчен, ачан пуç капташкин пит пайĕ деформациленнĕ. "Башинформ» материалĕсем тăрăх. Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
(Зинаида Леонтьева). Пушă вăхăта хулари пек тӗрлӗ енлӗ ирттерме май çук ял çыннишӗн библиотека пӗлтерӗшлӗ вырăнта пулни каламасăрах паллă. Уйрăмах аслă çултисемшӗн. Савгачевăри библиотекăра чи хастар вулакансем шăпах сумлă ӳсӗмрисем шутланаççӗ. Вӗсем классикăна та вулаççӗ, çӗнӗ авторсен хайлавӗсемпе те хапăл тусах паллашаççӗ. Паллах ӗнтӗ, тăван чӗлхепе тухнă кӗнекесемпе пуринчен ытларах... ❮ ❯ (Зинаида Леонтьева). Пушă вăхăта хулари пек тӗрлӗ енлӗ ирттерме май çук ял çыннишӗн библиотека пӗлтерӗшлӗ вырăнта пулни каламасăрах паллă. Уйрăмах аслă çултисемшӗн. Савгачевăри библиотекăра чи хастар вулакансем шăпах сумлă ӳсӗмрисем шутланаççӗ. Вӗсем классикăна та вулаççӗ, çӗнӗ авторсен хайлавӗсемпе те хапăл тусах паллашаççӗ. Паллах ӗнтӗ, тăван чӗлхепе тухнă кӗнекесемпе пуринчен ытларах интересленеççӗ. Телее, нумай пулмасть билиотека чăвашла кӗнекесемпе пуянланчӗ. Хусанта пурăнакан ентеш Александр Семенов тăрăшнипе кунта Юхма Мишши, Эдисон Патмар çыравçăсем тата ытти культура деятелӗсем килсе кайнă, вӗсем Чăваш халăх ăс-хакăлпа ӳнер академийӗ, ЧР Писательсен союзӗ, Чăваш наци библиотеки ятӗнчен 800 ытла чăвашла кӗнеке парнелесе хăварнă. Çав кӗнекесене тавра ялсенчи библиотекăсене валеçнӗ. Савгачевăри библиотека фондӗнче 8 пин ытла кӗнеке шутланать, çавсенчен 3 пинӗшӗ - ачасем валли. Çакăн пек пысăк парнешӗн Аксу чăвашӗсем Эдисон Патмара, Юхма Мишшине, Чăваш наци библиотекине тата Александр Семенова тав тăваççӗ. Вулама юратакан пенсионерсем вулавăшра литература клубӗ йӗркелесе янă. Вăл хăй вăхăтӗнче шкулта, Культура çуртӗнче, библиотекăра вăй хунă педагогика, культура ветеранӗсене пӗрлештерсе тăрать. Ватăсен пӗрле пуçтарăнсан мӗн çинчен калаçмалли, сӳтсе явмалли тупăнсах тăрать. - Библиотекăна ял çыннисем шӳтлесе культурăлла кану утравӗ теççӗ, - каласа парать Савгачевăри вулавăшăн методисчӗ Наталья Сергеева. - Пирӗн вулакансем прозăна та юратаççӗ, поэзие те кăмăллаççӗ. Вӗсен хăйсен юратнă авторӗсем пур. Пӗрле пуçтарăнсан вуласа тухнă кӗнекесем пирки хăйсен шухăшӗсене каласа параççӗ. Январь уйăхӗнче кунта Эдисон Патмарăн пултарулăх каçӗ иртрӗ. Пухăннисене кӗнекисемпе паллаштарчӗç, унăн сăввисемпе çырнă юррисене юрларӗç. Черетлӗ тӗлпулу çак уйăхра пулать. Темăсем питӗ интереслӗ. Вӗсенчен пӗри - ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗн Наталья Леонтьеван литературăри пултарулăхӗ. Наталья Сергеевнăн альбомӗнче вун-вун чăвашла новелла, калав вырăн тупнă. Хальлӗхе вӗсене кӗнекен кăларман пулсан та, вӗсем çынсен кăмăлне каясси пирки иккӗленме кирлӗ мар.
2692 «Айта, тӑван, юн ӗҫме-е-е», — тесе калать тет ӳпре. «Хӗвел тухтӑр-ха», — тесе калать тет пӑван. Ӳпре 594 Ҫӑмӑрӗ: «Эп ҫӗр витӗр каяп, — тесе калать тет; тӑманӗ: «Эп йӗп ҫӑрти витӗр кӗреп», — тесе калать тет. Юр — Ҫумӑр 2957 Кӗр калать тет: «Эпӗ тыр-пул туса патӑм». — «Эпӗ тыр-пул акса патам», — тесе калать тет ҫур. Ҫур — Кӗр 2642 Пулӑ пулла ҫиет, этем этеме ҫиет. Пулӑ 6749 Этем ҫӗре ҫиет, ҫӗр этеме ҫиет. Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 2027 Кушак шӑши тесе кашкӑр куҫне чавнӑ тет. Кушак — Шӑши 5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх 3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ 2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке 1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан 1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла
Ака уйăхěн 23-мěшěнче Чăваш Енри Муркаш тăрăхěн Калайкасси ялěнчи шкулта савăнăçлă лару-тăрура мухтавлă ентешсен Çулталăкне тата чăваш чěлхи Кунне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайěнчи VI-мěш фестиваль иртрě. Хăнасене шкул ертӳçи Татьяна Аркадьевна Ершова çăкăр-тăварпа кěтсе илчě. Шкул ачисем вěрентекенсемпе пěрле авалтан пыракан йăла-йěркепе килěшÿллěн алла-аллăн тытăнса вăйă картипе уява уçрěç. Чăваш Республикин вĕренÿ институчěн проректорě Светлана Владимировна Петрова пуху умěнче тухса сăмах каларě. Фестивалěн программи пуян, пурě тăватă секци ěçлерě. Пěрремěш секци «Вěрентекенсен пултарулăх лаççи» ятлă. Кунта 5-11 классенче чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем «Вěрентетпěр чăвашла» уçă уроксем пачěç. Иккěмěш «Савăнатăп эп чăваш пулнишěн» ятлă секцинче кĕçĕн классенче вĕренекен шкул ачисен фольклор ушкăнěсем чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăли-йĕркине кăтартас енěпе пултарулăх ăмăртăвне хутшăнчěç. Виççěмěшěнче – «Сар каччăпа сарă хěр» 7-9 классенче вĕренекенсен ăс-тăн вăййи. Тăваттăмěшěнче – «Тăвалла пулсан та малалла» чăвашлăх туйăмне аталантаракан проектсене хӳтěлерěç. «Чăвашах-ши эпě» ыйту фестиваль хăнисене çавра сěтел тавра чăвашлăх çинчен калаçма пуçтарчě. Виктор Чугаров режиссер «Чăваш чěлхи» документла фильм кăтартрě, шкул ачисемпе тăван чěлхен пуянлăхě çинчен калаçрě. Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийěн президенчě Евгений Евстафьевич Ерагин фестиваль ыйтăвěсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрě. «Чăваш ачи чăвашах» фестивале пуçаракансем тата йĕркелекенсем, Чăваш Республикин вĕренÿ институчě, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийě, Чăваш наци конгресě тата Муркаш районĕн А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулě, хăйсен 2022 çулхи ěç планěсемпе килěшÿллěн питех те пархатарлă ěç туса ирттерчěç. Тавах сире, чăвашăн мухтава тивěçлě ывăлě-хěрěсем.
Нумай çул СССР Авиаци промышленноçĕн министрĕ пулнă икĕ хутчен Социализмла Ĕç Геройĕ, генерал-полковник-инженер Петр Васильевич Дементьев çуралнăранпа кăçал 110 çул çитет. Çĕпрелсем юбилее çÿллĕ шайра паллă тума хатĕрленеççĕ. Район центрĕнче тата Петр Васильевичăн çуралнă Упи ялĕнче май уйăхĕн 11-мĕшĕнче пысăк уяв иртет. Хатĕрленÿ ĕçĕсем республика тимлĕхĕнче пулнине çак кунсенче Çĕпрелне... ❮ ❯ Нумай çул СССР Авиаци промышленноçĕн министрĕ пулнă икĕ хутчен Социализмла Ĕç Геройĕ, генерал-полковник-инженер Петр Васильевич Дементьев çуралнăранпа кăçал 110 çул çитет. Çĕпрелсем юбилее çÿллĕ шайра паллă тума хатĕрленеççĕ. Район центрĕнче тата Петр Васильевичăн çуралнă Упи ялĕнче май уйăхĕн 11-мĕшĕнче пысăк уяв иртет. Хатĕрленÿ ĕçĕсем республика тимлĕхĕнче пулнине çак кунсенче Çĕпрелне Хусантан, Самара, Ульяновск облаçĕсенчен яваплă çынсем килсе канашлу ирттерни те çирĕплетет. Юбилей программи чăнах та анлă пуласса шантарать. Унăн кашни пунктне ТР промышленность министрĕн çумĕ Ильдар Мингалиев çеккунт таранах тишкерсе тухнă хыççăн, питĕ лайăх хак панă. Çавах та уявăн асра юлмалли саманчĕ Çĕпрел тата Упи ял çийĕн иртекен авиа-шоу пуласси паллă. Сăмах май, çак представленишĕн Самара специалисчĕсем яваплă. И.Мингалиев авиашоу ыйтăвĕсене канашлура хăйсемпе сÿтсе явнă. Çĕпрел район пуçлăхĕ Александр Шадриков районти ятарлă службăсене хатĕрленÿ ĕçĕсене вăхăтра вĕçлеме хушнă. Уявăн йĕркелÿ ушкăнĕн тепĕр канашлăвĕ апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртмелле.
Кун пекки чăнах та тахçантанпа пулман. Вăйлă тăмансем Тутарстан ӗнер каç енне çитрӗç. Паян çӗрле тата ирхине уйăхри норма чухлӗ юр çуса лартнă, юр тасатакан мӗнпур техникăна кăларнă пулсан та, çулсем çинче коллапс. Тăмана пула Хусанта ачасем шкула тата садике каймасса та пултараççӗ, мӗншӗн тесен паян кайманни пропуск шутланмасть, ку... ❮ ❯ Кун пекки чăнах та тахçантанпа пулман. Вăйлă тăмансем Тутарстан ӗнер каç енне çитрӗç. Паян çӗрле тата ирхине уйăхри норма чухлӗ юр çуса лартнă, юр тасатакан мӗнпур техникăна кăларнă пулсан та, çулсем çинче коллапс. Тăмана пула Хусанта ачасем шкула тата садике каймасса та пултараççӗ, мӗншӗн тесен паян кайманни пропуск шутланмасть, ку учрежденисен ӗç режимне пӗр талăка улăштарнă. ТР Тавралăхăн гидрометеорологи тата мониторинг управленийӗн ертӳçи Сергей Захаров пӗлтернӗ тăрăх, циклон Киев патӗнче йӗркеленсе Раççей çине килнӗ, хальхи вăхăтра унăн вăйлă тăманлă варри Калуга тăрăхӗнче. «Эпир ăшă секторта, чи вăйлă çилсем Теччӗпе Алексеевски тăрăхӗсенче пулнă (çеккунтра 20 метр хăвăртлăхпа вӗрнӗ), Кайпăç тăрăхӗнчен пуçласа çулсем вăйлă пăрлакланнă),- тенӗ вăл кун пирки.
Çырчаллинче (Набережные Челны) чăваш концерчӗсем уйăхсерен иртеççӗ. Ноябрь уйăхӗнче Шадриковсемпе Альбина Пăрчăкан, Полина Борисова концерт лартнăччӗ, декабрьте автохула чăвашӗсем Александр Васильевпа тӗлпулчӗç. Унпа пӗрле Алина Федорова, Катя Петрова тата Александр Арсентьев тухрӗç сцена çине. Çырчаллинчи концертсем «эпир юрлатпăр, эсир алă çупăр» форматпа çеç иртмеççӗ. Вӗсем хăйне майлă интереактивлă шоусем. Ак... ❮ ❯ Çырчаллинче (Набережные Челны) чăваш концерчӗсем уйăхсерен иртеççӗ. Ноябрь уйăхӗнче Шадриковсемпе Альбина Пăрчăкан, Полина Борисова концерт лартнăччӗ, декабрьте автохула чăвашӗсем Александр Васильевпа тӗлпулчӗç. Унпа пӗрле Алина Федорова, Катя Петрова тата Александр Арсентьев тухрӗç сцена çине. Çырчаллинчи концертсем «эпир юрлатпăр, эсир алă çупăр» форматпа çеç иртмеççӗ. Вӗсем хăйне майлă интереактивлă шоусем. Ак хальхинче те Шупашкар артисчӗсем куракансем хушшинче тӗрлӗрен конкурссем ирттерчӗç. Александр Васильева çырчаллисем 15 çул курман иккен. Çавăнпа та унăн юррисене кăмăлтан итленипе кăна мар, вăл ирттернӗ ăмăртусене те хастаррăн хутшăнчӗç. Çӗнтерекенсене - афтографлă диск! Халăх артисчӗ хăйӗн мăшăрӗпе концерта килнӗ çынсене сцена çине кăларчӗ, вӗсене хăй купăс каласа ташлаттарчӗ. Ну силлерӗç те çырчаллисем Сара Садыкова ячӗллӗ культура керменӗн сценин уратине!
Мероприяти йĕркипе куçа-куçăн тĕлпулу иртет тата Раççейпе Венесуэла хушшинче ĕçлĕ ирхи апат форматпа калаçу пулать. РФ Президенчĕ Владимир Путин Венесуэла Президенчĕпе Николас Мадуропа тĕл пулать, çакăн çинчен Раççей Пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков пĕлтернĕ. Унăн сăмахĕсем тăрăх, тĕлпулура икĕ енлĕ хутшăнăва сÿтсе яваççĕ. «Пирĕн партнерла проектсем пур, вĕсем малалла аталанаççĕ, тĕлпулура ытти ыйтусене те сÿтсе яваççĕ, калаçăва пĕтĕмлетсе нимĕнле документсем те алă пусма планламаççĕ. Президентсем регионсенчи ĕç-хĕл пирки калаçаççĕ, чи малтан иберо-америка ĕçĕсем çинчен, виççĕмĕш çĕршывсем çав ĕçсене хутшăнни пирки, — пĕлтернĕ РФ Президенчĕн пресс-секретарĕ. Мадуро пĕлтернĕ тăрăх, Путинпа тĕл пулнисĕр пуçне вăл Раççейре пулнă вăхăтра Раççей предпринимателĕсемпе тĕл пулма планлать. Михаил Метцель/ТАСС сăнÿкерчĕкĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Иртнӗ ӗмӗр вӗçӗнче чăваш театрне юратакансен хушшинче чи палăрнă драматургсенчен пӗри, Раççей Писательсен союзӗн пайташӗ Анатолий Сафронович Чебанов çак кунсенче 80 çул тултарнă пулӗччӗ, анчах шелсӗр чир ăна 2011 çулта пиртен уйăрса кайрӗ. А.С.Чебанов 1937 çулхи нарăс уйăхӗн 3-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Шăхаль ялӗнче çуралса ӳснӗ. Хурăнвар Шăхалӗнчи вăтам шкула... ❮ ❯ Иртнӗ ӗмӗр вӗçӗнче чăваш театрне юратакансен хушшинче чи палăрнă драматургсенчен пӗри, Раççей Писательсен союзӗн пайташӗ Анатолий Сафронович Чебанов çак кунсенче 80 çул тултарнă пулӗччӗ, анчах шелсӗр чир ăна 2011 çулта пиртен уйăрса кайрӗ. А.С.Чебанов 1937 çулхи нарăс уйăхӗн 3-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Шăхаль ялӗнче çуралса ӳснӗ. Хурăнвар Шăхалӗнчи вăтам шкула пӗтерсен Пăвара ял хуçалăх механикне вӗреннӗ. Шкулта вӗреннӗ çулсенчех тăван литературăна кăмăллаканскерӗн пӗрремӗш сăввисем, калавӗсем çуралаççӗ. Анчах çамрăк çыравçа драма жанрӗ тыткăна илет. Пурнăçа çынсем пӗр-пӗринпе калаçни урлă сăнласа парассине тӗпе хурать. Автор поэзипе çывăх тăни пьесăри сăнарсене пуянлатать çех. Темӗнле çӗкленӳллӗ тапхăрччӗ ун чух, çавăнпа та комсомол путевкипе çӗнӗ çӗрсем уçма кайни, Совет çарӗнче кăмăл-туйăма çирӗплетни, ӗçленӗ вăхăтрах аслă пӗлӳ илни, çамрăксем пурнăçа алла илни пулнă. Ялта çуралса ӳснӗ хăпартлану туйăмӗллӗ качча ăраскал ăçта кăна илсе çитерсен те çӗр çинче ӗçлесе пурăнакан ял çыннисем уншăн чи çывăх сăнарсем пулса тăраççӗ. Хăйӗн пултарулăхне А.С.Чебанов тӗрлӗ жанрта сăнаса пăхать. Анчах ансат та пӗр-икӗ пайлă пьесăсем урлă пурнăçа çутатасси уншăн чи çывăххиччӗ. Спектакль курма пыракансем залра хăйсене айккинчен куратчӗç, сцена вӗсене айăпӗсенчен, çит­менлӗхӗсенчен, çылăхӗсенчен тасатакан вырăна çаврăнатчӗ. Курганри ял хуçалăх институтӗнче илнӗ зоотехник профессийӗпе ӗмӗр тăршшӗпех тăрăшса ӗçленӗ хушăрах А.С.Чебановăн драматург пултарулăхӗ ӳссе пычӗ. Уйрăмах «Праски инке хӗр парать» ярăм ăнăçлă килсе тухрӗ. К.Иванов ячӗллӗ Чăваш академи драма театрӗн сцени çинче вăл хăйӗн актуаллăхне çухатмасăр 20 çул ытла пычӗ. Комедие критиксем те пӗр шухăшлă пулса ырларӗç: «Авторӗ ялта пурăнман пулсан, ку пьеса çуралас та çукчӗ», - тетчӗç. «Театр историйӗнче кун пекки урăх пулман», - тетчӗ В.Н.Яковлев режиссер. А.С.Чебанов çырнă пьесăсене кӳршӗре пурăнакан мари, удмурт халăхӗсем хăйсен чӗлхине куçарса лартатчӗç. Спектакле çӗршыври ытти хуласенче те кă­тартнă. Çакă мар-и ӗнтӗ вăл халăхпа пӗр шухăшлă пурăнни, халăх-çыравçăн калас сăмахне илтнине пӗлтерекен барометр? Асра юлмалли статьясем те, очерксем те, юрра çавăрнă сăвăсем те, публицистикăлла хайлавсем те пайтах унăн. Уйрăмах иртнӗ ӗмӗр вӗçӗнче халăх сывлăш çавăрса илнӗ тапхăрта çырнисем, анчах нумай ӗмӗтне вăл пурнăçа кӗртеймерӗ. Вулакансене çакна та каласа хăварам: А.С.Чебанов перестройка хыççăнхи улшăнусем литературăпа искусство çине киревсӗр витӗм кӳнипе хăйӗн ансат пьесисем урлă кӗрешрӗ. Ман архивра А.С.Чебановăн çырă­вӗ­сем сыхланса юлнă. Вӗсенчен вăл епле тухăçлă ӗç­лени уççăн курăнать. «Юлашки вăхăтра Упи тăрăхӗнчи ятлă-сумлă çынсем çинчен кӗ­­некесем кăлартăм. Юркка Иванӗ çинчен пӗр пайлă ултă пьеса, К.Иванов çинчен тăхăр пьеса, çавсене уйрăм кӗнеке туса кăларас тетӗп», - тенӗччӗ вăл çырăвӗнче. Тата тепӗр çырăвӗнче: «Халăх улшăнчӗ, кăмăл-туйă­мӗ хытрӗ, чулланчӗ. Ӗлӗкхи ăшă юхăм çутçанталăкра çех мар, этем чун-чӗринче те сивӗнсе пыни мана хытă пăшăрхантарать», - тенӗ. «Эпӗ укçашăн мар, чапшăн та мар, манăн ӗçсем паянхи тата çитес ăрусем валли паха парне пултăр тесе ӗçлетӗп», - тетчӗ вăл.
Министрсен кабинечĕн членĕсемпе тĕлпулура «вĕçленекен çула пĕтĕмлетме тата çитес малашлăхри ĕç планне сÿтсе явма планлаççĕ». Раççей Президенчĕ Владимир Путин паян Правительствăпа Çĕнĕ çул умĕнхи тĕлпулу ирттерет, унтан Кремльте Раççей ĕçлĕ çыннисен представителĕсене йышăнать. Кремль пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, РФ министрсен кабинечĕн членĕсемпе тĕлпулура «вĕçленекен çула пĕтĕмлетме тата çитес малашлăхри ĕç планне сÿтсе явма планлаççĕ». Çак кунах президент çумĕнчи стратеги аталанăвĕпе тата наци проекчĕсемпе ĕçлекен Совет ларăвĕ пулать, унта наци проекчĕсене мĕнле пурнăçланине, хăвăртлăх мĕнле пулнине тата финансировани ыйтăвĕсене пăхса тухмалла. «Кремльти тĕлпулăва 60 ытла бизнесмена, патшалăх тата уйрам компани, банксен ертÿçисене, обществăлла организацисемпе пĕрлешÿсен представителĕсене чĕннĕ», — пĕлтернĕ Кремльте. ТАСС материалĕсем тăрăх. #ВладимирПутин Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Çак кунсенче Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» издательствăра Ишимбай тăрăхĕнчи Йĕкенпуç ялĕнче пурăнакан «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн членĕн, Валентин Николаевăн, черетлĕ кĕнеки, «Ирĕксĕр таркăн» романĕ, кун çути курчĕ. Хуплашки çÿхе пулсан та кĕнеке самаях хулăн, пурĕ - 323 страница. Романа алла илсен вулама чарăнаймастăн, унти ĕç-пуç мĕнле аталаннине пĕлес килсех тăрать. Содержанийĕ тарăн шухăшлă, чĕлхи илемлĕ те çăмăл. Произведенире хамăр тăрăхри чăвашсен калаçăвĕнчи сăмахсем, «яйласа», «юркан», «хасăр», «хĕкĕмет» тата ыт. те час-часах тĕл пулаççĕ. Çакă та вулакана хăй патне туртать пулĕ. «Ирĕксĕр таркăн» кĕнеке пичетленсе тухасса эпĕ питĕ кĕтрĕм. Алла лексен тÿрех тимлĕн вуласа тухрăм. Автор уйрăм çын пурнăçĕ урлă иртнĕ ĕмĕрти пăтăрмахлă тапхăрсене, ял пурнăçне тарăн та ăнланмалла сăнласа парать. Роман хăйне майлă çемье хроники. Произведенийĕн геройĕ – Йĕкенпуç ял çынниех. Епле майпа таркăна тухать-ха вăл? Малалли пурнăçĕ епле йĕркеленет? Çыравçă вулакана малтанхи сыпăкран пуçласа вĕçне çитичченех тыткăнлать. Кĕнеке авторĕ Валентин Александрович Николаев – пултаруллă сăвăçă, композитор тата юрăçă. Сăввине те кĕввине те хăех çырать тата юрлать. ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн сăввисене хамăр тăрăхри артистсемпе пултарулăх ушкăнĕсен хастарĕсем çеç мар, Чăваш Ен артисчĕсем те шăрантараççĕ. Ку хутĕнче вара Валентин Александрович хăйне прозăра тĕрĕслесе пăхма шутланă. Валентин Николаев - питĕ ĕçчен те тăрăшуллă çын. Вăл ачисене пÿрт лартма пулăшать, ватă ашшĕне пăхать, çирĕп хуçалăх тытса пырать пулсан та киленÿ, чун туртни валли те вăхăт, вăй-хăват тупать. Мĕншĕн çак роман маншăн уйрăмах хаклă пулчĕ-ха? Сăлтавĕ пур çав. Авторĕ В.А. Николаев ыйтнипе эпĕ ăна вырăсла куçартăм. Ĕçленĕ май куçару питĕ яваплă, çав вăхăтрах хăй патне туртакан ĕç иккенне ăнланса илтĕм. Питĕ хăвăрт ĕçлерĕм пулсан та романа куçарма çичĕ уйăх ытла кирлĕ пулчĕ. Хăй вăхăчĕпе çак хайлавăн вырăсла варианчĕ «Невольный беглец» ятпа пичетленсе тухĕ. Тен, кăçалхи çул вĕçĕнче ăна кĕтсе те илĕпĕр. Вăл, паллах, автортан килет. Кĕнеке кăларасси хальхи вăхăтра ансат ĕç мар. Кĕсье хулăн кирлĕ. Меллĕ самантпа усă курса çакна та каласа хăварас килет. Иртнĕ çул манăн «Моя Жизнь» ятлă кĕнеке тухнă хыççăн хисеплĕ çыравçă А.С. Савельев-САСпа Л.А. Мавлютова сăвăçă ăна хак парса «Урал сассинче» самаях пысăк статьясем çырса кăларчĕç. Хаклă шурсухалăмăр В.М. Яковлевăн Р.М. Илькелри пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă «Годы его вешние» кĕнеке кăларни пирки те çырнă. «Çапла, икĕ кĕнеки те вырăсла. Кунта япăххи нимĕн те çук. Вĕсен авторĕсем – чăвашсем, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн членĕсем. Кĕнекисем те чăвашсем çинченех», - тет А.С. Савельев-САС. Вера ФОМИНА. Çтерлĕ хули. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă шкулӗнче вӗренекенсене нумай пулмасть Раççей шкул ачисен юхăмне хаваслă лару-тăрура йышăнчӗç. Çак организацие кӗмешкӗн шкул коллективӗ нумай тата тӗплӗн хатӗрленчӗ. Организацин пӗлтерӗшне ăнлантаракан чылай материала вуласа ачасене ăнлантарса пачӗ, гимн вӗрентрӗ. Кӗтнӗ кун çитсен шкул линейкинче ачасене галстук çыхтарчӗç. Аннесен кунне халалланă уява та ватти-вӗтти пӗрле тӗплӗн... ❮ ❯ Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă шкулӗнче вӗренекенсене нумай пулмасть Раççей шкул ачисен юхăмне хаваслă лару-тăрура йышăнчӗç. Çак организацие кӗмешкӗн шкул коллективӗ нумай тата тӗплӗн хатӗрленчӗ. Организацин пӗлтерӗшне ăнлантаракан чылай материала вуласа ачасене ăнлантарса пачӗ, гимн вӗрентрӗ. Кӗтнӗ кун çитсен шкул линейкинче ачасене галстук çыхтарчӗç. Аннесен кунне халалланă уява та ватти-вӗтти пӗрле тӗплӗн хатӗрленчӗ. Культура çуртӗнче иртнӗ çак мероприятире аннесене, нумай çул пӗрле пурăнакан мăшăрсене ылтăн, бриллиант, сапфир туйсемпе саламларӗç. Ял хутлăхӗн ӗçтăвкомӗ юбилярсене асăнмалăх парнесем парса тутлă чейпе сăйларӗ.
Уфара пурăнакан Е. ИВАНОВА-СТЕПАНОВА хăйĕн ашшĕ, Аургазă районĕнче çуралса ÿснĕ вăрçă ветеранĕ Павел Михайлович Иванов, çинчен каласа парать. Хаяр вăрçă витĕр тухнă çынсен хисепĕ сахалрах та сахалрах пулса пырать. Вăхăт хăйĕннех тăвать. Çав ăрури çынсене са­хал мар нуша тивнĕ, анчах вĕсем çĕр çинчи телейлĕ пурнăçшăн йывăрлăхсене пурне те чыспа тÿссе ирттернĕ. Район хаçатĕнче хамăн атте çинчен, Аургазă районĕнче çуралса ÿснĕ вăрçă ветеранĕ Павел Михайлович Иванов çинчен каласа парас килет. Унчченхи сăпайлă, ĕçчен ялхуçалăх работникĕ çинчен халĕ нумай çын астăвать-ши? Вăл 2009 çулхи августра вилсе кайрĕ. Шел, Аслă Çĕнтерĕве 75 çул пуличчен пурăнаймарĕ. Манăн атте Чăваш Хурамал ялĕнче Октябрьти революци пулнă çул çуралнă. Тăватă класс пĕтернĕ, унтан ăна, çав вăхăтри ыттисем пекех, мĕн ачаранпах ĕçлеме тивнĕ. Вăл пĕлÿллĕ çын пулнă. Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне мана пулăшатчĕ, 7-мĕш тата 8-мĕш классен задачисене те шутлатчĕ. Манăн аттене вăрçа хĕрĕх иккĕмĕш çулта илнĕ. 1-мĕш Белорусси фронт­не лекнĕ, вăрçă вĕçлениччен çавăнта службăра тăнă. Нумай орден, медаль тата грамота пур. Павел Иванов разведчикăн вăрçăри хисепе тивĕçлĕ ĕçĕсем çинчен кĕнеке те çырма пулать. Ăна нумай курма тата тÿсме тивнĕ. Вилĕмлĕ хăрушлăхлă нумай событисенче чĕрĕ юлнăшăн тата çăлăнса юлнăшăн вăл яланах шăпине тав тăватчĕ. Осколоксенчен тата пульăсенчен ÿт çинчи йышлă сурансем (вĕсене курма питĕ йывăрччĕ), наградисем, сыхланса юлнă фронтри сăнÿкерчĕксем – çаксем пурте Иванов боеца ăçта тата мĕнле хăрушă условисенче çапăçма тивнине çирĕплетсе параççĕ. Атте хăйĕн пĕрремĕш Хĕрлĕ Çăлтăр орденне пĕр заданинчен паха „чĕлхе” – нимĕç офицерне - илсе çитерме пултарнăшăн тивĕçнĕ. Вăрçă вĕçленнĕ тĕле вăл тыткăна илнĕ фашистсен хисепĕ виççе çитнĕ. Хăюлăхшăн тата хисепе тивĕçлĕ ĕçсемшĕн салтакăн наградисем нумай: Богдан Хмельницкий орденĕ (ăна Украинăна ирĕке кăларнă чухне кăтартнă паттăрлăхшăн тата хастарлăхшăн панă), III степеньлĕ Мухтав орденĕ, икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, „Чаплă разведчик” паллă, „Хăюлăхшăн”, „Варшавăна ирĕке кăларнăшăн”, „Берлина илнĕшĕн”, „1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн” медаль­сем, Жуков медалĕ, тата нумай ытти. Отделени командирĕ нумай хут аманнă. Пĕр осколок хул кăкне шăтарса тухнă, пĕри пĕççине хытă лекнĕ, икĕ пуля вара ăна чутах пурнăçран уйăрман, юрать, вĕсен çулĕ çинче автомат приклачĕ пулнă. Çапах та вĕсем аллине амантнă. Ун пек тĕслĕхсем нумай пулнă. Пулеметран персе тăнă чухне юлташĕпе çунса пĕтнĕ çуртăн кăмаки хыçĕнче хăтăлса юлни çинчен атте куççульпе ка­ласа паратчĕ. Телее, çакă мĕнпурĕ отделени коман­дирне Павел Иванов сержанта тăшмана хăйĕн йăвинче тĕп тума чăрмантарман. Вăл Берлина çитнĕ, нимĕç хулисене фашистсенчен ирĕке кăларса, малал­ла кайнă. Вăрçа çĕнтерÿллĕ 1945 çулта вĕçленĕ. Кĕркунне çеç демобилизацилен­се килне ăнăçлă таврăнса çитнĕ. Килĕнче вара тăван Чăваш Хурамал ялне ура çине тăратас тата ял хуçалăхне аталанта­рас енĕпе пысăк ĕç кĕтнĕ. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ. Тракторист, комбайнер пулнă, анлă профиллĕ механизатор тесе калама пулать. Ĕç кĕнекинче тава тивĕçлĕ ĕçшĕн палăртни сахал мар. Вăрçăран таврăнсан тепĕр çултан аннене, Ольга Петровнăна, качча илнĕ, пĕр-пĕрне юратса тата питĕ туслă 60 çул ытла пурăнчĕç. Сакăр ача çуралнă. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ чĕрĕ. Пурте пĕлÿ, специальность илнĕ. Эпĕ, Елизавета, 70 çулта, анчах халĕ те строительство фирминче инженерта ĕçлетĕп. Манăн икĕ йăмăк, Рэма тата Светлана, аслă пĕлÿллĕ, Санкт-Петербургра пурăнаççĕ, Василий тата Александр шăллăмсем, ра­бочи специальноçне вĕренсе, Гафури районĕнче тымар ячĕç. Пурнăç малалла пырать. Мăнуксем, мăнуксен ачисем пур... Шкул ачисем, сту­дентсем, рабочисем... Пуç çийĕнчи мирлĕ тÿпене вăрçă ветеранĕсем çĕнсе илнĕ. Вĕсем, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр, çĕр çинчи миршĕн кĕрешнĕ. Вĕсене пурне те тайма пуç. Аслă Çĕнтерÿшĕн вăрçă салтакĕсене тавтапуç! Атте çинчен астăвăма яланах чĕресенче упрăпăр. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
«Иремель» çутçанталăк паркĕнче пĕр турист маршручĕпе пĕр снегоходпа каймалли хак 350 тенкĕпе танлашать. Постановленине Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров алă пуснă. 2018 çулхи мартра Пушкăртстанăн çутçанталăка сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен прокуратури «Иремель» паркĕн территорийĕнче снегоходсемпе усă курни çутçанталăка сиен кÿрет тесе вĕсемпе çÿреме чарнă. Çак йышăну халăха пăлхантарнă. Туризм тĕлĕшпе ĕçлекен специалистсем тата çак вырăнта пурăнакансем туристсем кунта сайрарах килме пултараççĕ тесе пăшăрханнă. Экологсен шучĕпе, снегоходсемпе ăçта кирлĕ унта ярăнни кăна сиен кÿме пултарать, палăртнă маршрутпа çÿрени паркшăн та, туристсемшĕн те ункайлă. Учалă районĕнчи ялсенчен пĕринче пурăнакансем Радий Хабирова лару-тăрăва уçăмлăх кĕртме ыйтнă тата туристсене снегоходпа çÿреме ирĕк пама сĕннĕ. 2019 çул пуçламăшĕнче ученăй-биологсем ту çине хăпармалли альтернативлă маршрутсем йĕркеленĕ. Уйрăм сыхлакан çутçанталăк территорийĕсен дирекцийĕ паракан докуменчĕсене улшăнусем кĕртнĕ, правительство ăна çирĕплетнĕ. Туристсене снегоходсемпе госинспекторсем тĕрĕслевĕпе тата дирекципе договор тунă йĕркепе илсе çÿреççĕ. «Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Иртнĕ çулăн юлашки кунĕсенче Кривле-Илюшке ялĕнче пурăнакан Борис Ивановичпа Людмила Фоминична Григорьевсем хăйсен ылтăн юбилейне, çемье çавăрса пĕрле пурăнма пуçланăранпа 50 çул çитнине, паллă турĕç. Борис Иванович та, Людмила Фоминична та Куюргазă районĕнчи Касăрма (Старомихайловка) ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вырăнти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Людмила (1968 ç.) Павловкăри сĕтпе çу фермине доярка пулса ĕçлеме вырнаçнă. Борис Кумертау хулинче пурăннă. Хăйсен çулĕсем хăçан та пулсан пĕрлешесси пирки нихăшĕ те шутламан ун чухне. Пĕрре çапла Людмилăн тантăшĕсем Борис салтакран таврăнни, малтан та ыттисенчен илемлĕ сăн-питпе уйрăлса тăнăскер халĕ тата та хитреленсе кайни çинчен пĕлтернĕ. Унтан сăмах Борис кама качча илесси çине куçнă. Хĕрсенчен пĕри «ăна», тепри «çавна» качча илет тенĕ. - Ма вăл урăх хĕре суйласа илмелле, никама та памастăп! Хам качча каятăп ăна! – тесе хунă кĕтмен çĕртен Людмила. Чĕлхе çине килни пурнăçа кĕрет тесе ахальтен каламаççĕ пуль çав. Пĕррехинче Борисăн юлташĕ хĕр килĕшме кайма шутлать. Унта Бориса та илсе каять. Анчах çав истори хыççăн юлташĕ мар, Борис мăшăрлă пулать. Унтанпа çур ĕмĕр иртнĕ. Григорьевсем аллă çул ĕнтĕ пурнăçра тĕл пулакан савăнăçне те, хуйхи-суйхине те пĕрле пайлаççĕ. Телейлĕ мăшăр тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Тĕпренчĕкĕсем аслисем пекех ĕçчен те тÿрĕ кăмăллă çынсем пулса çитĕннĕ. Вĕсем ашшĕпе амăшне тăватă мăнук парнеленĕ. Паянхи кун пĕр мăнукĕн хăйĕн те ачи пур. Пурте пĕрле пуçтарăнсан пÿрт савăнăçпа тулать. Валентина МАКАРОВА. Куюргазă районĕ, Кривле-Илюшке ялĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Пушкăртстанра иртнĕ эрне хушшинче сăн ÿкерчĕкпе видеосăнав камерисем çул-йĕр правилисене пăснă 45 пин самант регистрациленĕ, пĕлтернĕ Пушкăртстан Республикинчи транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн патшалăх комитечĕ. Вĕсенчен1 пинĕ — автомашинăсене тăратмалли правилăсене пăсна самантсем. Виçе контролĕн пункчĕсем эрне тăршшĕнче çăк турттаракан 2,9 пин машинăна тĕрĕсленĕ, вĕсенчен 23-не ытларах тиенĕ пулнă. Машинăсен хуçисен штраф тÿлеме тивет. «Башинформ» ИА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Тутарстан Республикин Правительстви банксемпе çыхăннă лару-тăру пирки çапла хыпарлать: «Хисеплӗ граждансем! Юлашки вăхăтра халăхра республика банкӗсенчен укçа хывма чӗнекен, банксем хупăнни çинчен калакан сас-хура тухрӗ. Кунашкал хыпарсем чăн лару-тăрупа тӳрре килмеççӗ, вӗсене халăха пăлхантарас тӗллевпе сараççӗ. Республикăри банк секторӗн лару-тăрăвӗ тимлӗхре пулнине пӗлтеретпӗр. Тутарстан банкӗсен клиентсем умӗнчи тивӗçсене пурнăçлама капиталӗ... Тутарстан Республикин Правительстви банксемпе çыхăннă лару-тăру пирки çапла хыпарлать: «Хисеплӗ граждансем! Юлашки вăхăтра халăхра республика банкӗсенчен укçа хывма чӗнекен, банксем хупăнни çинчен калакан сас-хура тухрӗ. Кунашкал хыпарсем чăн лару-тăрупа тӳрре килмеççӗ, вӗсене халăха пăлхантарас тӗллевпе сараççӗ. Республикăри банк секторӗн лару-тăрăвӗ тимлӗхре пулнине пӗлтеретпӗр. Тутарстан банкӗсен клиентсем умӗнчи тивӗçсене пурнăçлама капиталӗ те, ресурсӗсем те çителӗклӗ. Ан пăлханăр, суя информацие сарма ан пулăшăр. Информациллӗ атакăна йӗркелекенсен ӗçне компетентлă органсем хак парӗç.
ТР Чăваш наципе культура автономийӗ пысăк çухату тӳсрӗ: кăçалхи январӗн 12-мӗшӗнче, чылай вăхăт йывăр чирлесе выртнă хыççăн, 84 çула кайса Тутарстанри чăваш обществин активисчӗ, «Сувар» хаçатпа, ытти кăларăмсемпе, çав шутра вырăслисемпе те тачă çыхăну тытнă Алексей Емельянович НИКИФОРОВ вилсе кайрӗ. А.Никифоров 1934 çулхи апрелӗн 2-мӗшӗнче Чăваш АССРӗнчи Елчӗк районӗнчи Çӗнӗ... ❮ ❯ ТР Чăваш наципе культура автономийӗ пысăк çухату тӳсрӗ: кăçалхи январӗн 12-мӗшӗнче, чылай вăхăт йывăр чирлесе выртнă хыççăн, 84 çула кайса Тутарстанри чăваш обществин активисчӗ, «Сувар» хаçатпа, ытти кăларăмсемпе, çав шутра вырăслисемпе те тачă çыхăну тытнă Алексей Емельянович НИКИФОРОВ вилсе кайрӗ. А.Никифоров 1934 çулхи апрелӗн 2-мӗшӗнче Чăваш АССРӗнчи Елчӗк районӗнчи Çӗнӗ Пăва ялӗнче çуралнă. Ялти вăтам шкултан (1952), Хусанти С.М.Киров ячӗллӗ химипе технологи институтӗнчен (1957), аспирантурăран (1964), вӗренсе тухнă. Хусанти химипе технологи институтӗнче технолог, сăнав станцийӗн лабораторийӗн заведующийӗ (1957-1959), вунă çул ăслăлăх кӗçӗн сотрудникӗ тата ассистент, 1969 çултанпа хими хытă япалисен технологийӗн кафедрин доценчӗ пулса ӗçленӗ. Тутарстан профсоюз обкомӗн штатра тăман техника инспекторӗ (1957-1971), СССР Министрсен Совечӗ çумӗнчи ВПК Ведомствăсен хушшинчи координаци канашӗн стабильлӗх енӗпе ӗçлекен яланхи комисси членӗ пулнă. Тутарстанра республикăри чăваш хаçатне çӗнӗрен кăларма тытăнассине йӗркелекенсенчен пӗри. Чăваш халăхӗн историйӗ, культурипе чӗлхин ыйтăвӗсемпе пичетленнӗ 100 ытла статьян, 16 вӗренӳ кӗнекипе методика пособийӗн, 300 ытла наука ӗçӗн, 21 изобретени авторӗ. Ăна медальсемпе, ВЦСПСăн «Профсоюзри хастар ӗçшӗн» паллипе наградăланă. Алексей Емельянович Никифоровăн çутă сăнарӗ пирӗн чӗрере ӗмӗр упранӗ. Юлташӗсен ушкăнӗ, Хусанти наци тӗпчев технологи университечӗн ТТХВ кафедрин коллективӗ, ТР ЧНКА, «Сувар» хаçат редакцийӗ.
Тутарстан халăхсен Ассамблеин Председателӗн çумӗн, Ӗçтăвком ертӳçин Николай Владимировăн сăмахӗсемпе, çак пысăк организацин пуянлăхӗсенчен пӗри вăл - «Жемчужинки» нумай нациллӗ вокал ансамблӗ. 173 тӗрлӗ халăх пурăнакан республикăра вӗсем туслăха çирӗплетессипе çав тери пысăк ӗç илсе пыраççӗ. Кун пирки вăл апрелӗн 5-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче иртнӗ ансамблӗн юбилейлă концертӗнче каларӗ. -... ❮ ❯ Тутарстан халăхсен Ассамблеин Председателӗн çумӗн, Ӗçтăвком ертӳçин Николай Владимировăн сăмахӗсемпе, çак пысăк организацин пуянлăхӗсенчен пӗри вăл - «Жемчужинки» нумай нациллӗ вокал ансамблӗ. 173 тӗрлӗ халăх пурăнакан республикăра вӗсем туслăха çирӗплетессипе çав тери пысăк ӗç илсе пыраççӗ. Кун пирки вăл апрелӗн 5-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче иртнӗ ансамблӗн юбилейлă концертӗнче каларӗ. - Астăватăп, пилӗк çул каялла вӗсем пӗчӗкçеç хӗр пӗрчисемччӗ, халӗ маттур пикесем пулса тăчӗç. Кӗçех вӗсем шкул пӗтерсе республикăн, çӗршывăн е тӗнчен тӗрлӗ кӗтесне саланса пӗтӗç. Анчах ăçта пулсан та кунта ăша хывнине вӗсем манмӗç. Хуть ăçта вӗренме е ӗçлеме тытăнсан та Тутарстанри тӗслӗхпе нумай нациллӗ ансамбльсем йӗркелесе ярасса çирӗп шанса тăратăп, - терӗ Николай Михайлович юбилярсене саламласа. Çакăн хыççăн ТР халăхсен Ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи ансамбльти кашни хӗр ачана Хисеп хучӗпе наградăларӗ, асăнмалăх парне пачӗ. «Жемчужинки» нумай нациллӗ ансамбле тӗрлӗ халăх ачисем çӳреççӗ. Коллектив аслă, вăтам класрисен тата шкул çулне çитменнисен ушкăнӗсенчен тă­рать. Чăвашсем шучӗпе республикăри виççӗмӗш халăх пулнă май, аслисен ушкăнӗнче пирӗн халăха кăтартакан та пур, анчах хăй вăл чăваш мар. Нумай пулмасть çак тӗрӗсмарлăха тӳрлетрӗç. Паллах ӗнтӗ, кунта чи малтан хамăрăн тăрăшмалла, Хусанти вырсарни шкулне чăваш ачисене явăçтармалла. Паян вара чăннипех савăнмалли пур. Февралӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа «Жемчужинкин» кӗçӗннисен ушкăнне пилӗк çулти София Чаркина çӳреме пуçларӗ. Çак пӗчӗк хӗр пӗрчи пысăк мероприятие хутшăнса Тутарстанри чăвашсен ятне тивӗçлӗн хӳтӗлерӗ. Коллективра вокал енӗпе икӗ уйăх кăна хатӗрленет пулсан та лайăх шая çитнӗ, пултарулăх пур. Сасси ăçтан тухать-тӗр, унран янравлăрах юрлаканни çак кун пулмарӗ. «Жемчужинки» нумай нациллӗ ансамбле Пушкăртстан Республикин культура тава ти­вӗçлӗ ӗçченӗ, эстрадăпа фольклор жанрӗсен регионсен, халăхсен хушшинчи вокал конкурсӗсен лауреачӗ Фаниля Хабирова йӗркеленӗ (2012 çул, сентябрь). Раççейпе ют çӗршывсен сценисем çинче опыт пухнă педагог вӗренекенӗсене хăй мӗн пӗлнине йăлт пама тăрăшать. Республикăра иртекен чи анлă фестивальсемпе конкурссенчен пӗринчен те юлмаççӗ вӗсем. Ансамбль юрлакан юрăсене Фаниля Хабирова нумайăшне хăйех кӗвӗленӗ. Хусанпа туслăх çинчен çырнă юррине Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн гимнӗ пулса тăнă теме пулать. Юбилейлă концерта вырсарни шкулӗн кашни уйрăмӗн ачисем активлă хутшăнчӗç, çав шутра чăвашсем те. Ансамбле саламлама килекенсен шутӗнче Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн директорӗ Майя Хухунашвили, Турци Республикин Хусанти вице-консулӗ Нуреттин Кай тата ыттисем пулчӗç.
Республика уй-хирӗсенче кăçал тырпул питӗ ăнса пулнă. Кун çинчен ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ М.Ахметов паян районсемпе иртнӗ видеоконференцире каланă. Çӗр ӗçченӗсемпе вăл тырçи тактикине сӳтсе явнă. - Республика уй-хирӗсенчи тухăç потенциалӗ çав тери пысăк. Анчах та чи хӗрӳ тырçи уйăхӗнче - августра хамăра мӗнле тыткаланинчен нумай килет, - тенӗ... Республика уй-хирӗсенче кăçал тырпул питӗ ăнса пулнă. Кун çинчен ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ М.Ахметов паян районсемпе иртнӗ видеоконференцире каланă. Çӗр ӗçченӗсемпе вăл тырçи тактикине сӳтсе явнă. - Республика уй-хирӗсенчи тухăç потенциалӗ çав тери пысăк. Анчах та чи хӗрӳ тырçи уйăхӗнче - августра хамăра мӗнле тыткаланинчен нумай килет, - тенӗ вăл. Министр сăмахӗсем тăрăх, республикăри хăш-пӗр районсем тырçие тухнă. Вӗсем хальхи вăхăтра кӗрхи урпапа тулла тата кӗрхи рыжика (çулă культура) выраççӗ. - Паянхи кун тӗлне 1,3 пин гектарти 6 пин тоннăна яхăн тухăçа пухса кӗртме ӗлкӗрнӗ. Кăçалхи тухăç япăх мар, пӗр гектартан вăтамран 44,3 центнер. Сăмах май, республикăра тырçие чи малтан Заинск, Аксу, Нурлат, Элкел, Азнакай районӗсем тухнă. Çак кунсенче Атăл ку енчи районсем те çак пысăк ӗçе пуçăнӗç. - Тырçи кăçал çăмăл пулмасть. Мӗншӗн тесен ку кампание ытти çулсенчи пек июль уйăхӗн çурринче мар, августăн пӗрремӗш декадинче тухрăмăр. Икӗ эрнене кая юлтăмăр. Кун тăршшӗ пӗр сехете кӗскелни те хирти ӗçсем çине витӗм памасть мар,- тенӗ вăл. Министр палăртнă тăрăх, чи пысăк йывăрлăх кăçал комбайнсем çине тиенет. Çитменнине юлашки çулсенче техника паркӗсем те питех çӗнелмен. Пӗр комбайн пуçне 472 гектар тивни вăл вăтам кăтарту кăна-ха. Пирӗн пӗр комбайн пуçне 700-800-шер гектар тивекен хуçалăхсем те пур-мӗн. Çавна кура тырçин пӗр пайӗ сентябре куçасси куçкӗрет. Ку вара лару-тăрăва тата йывăрлатать. Йӗпе-сапа çанталăк тăнине кура, тырă типсе ӗлкӗреймест, çавăнпа вăл йывăртарах. Ку та комбайнсен ӗçне чăрмантарасси паллă. Элеваторсен те кăçал тырра ытти çулсенчинчен нумайрах типӗтме тивет.
Июнĕн 21-мĕшĕнче районти шкулсенче кăларăм каçĕсем иртнĕ. Кăçал вун пĕр класс вĕренсе пĕтернĕ 143 çамрăк, тăхăр класс вĕренсе пĕтернĕ 263 ача шкулпа сывпуллашнă. Уроксем пĕтнĕ, экзаменсене панă, ППЭ сăмах тинех хăратмасть — кăштах лăпланма та юрать. Ĕнерхи шкул ачисем вĕрентекенĕсемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе хăйсен çитĕнсе çитнине пĕлтерекен аттестачĕсене илме килнĕ. РФ Вĕрентÿпе наука министерствин приказĕпе килĕшÿллĕн шкул веренсе пĕтернĕ 17 çамрăк «Вĕренÿри уйрам çитĕнÿсемшĕн» медаль тата палăртуллă аттестат илнĕ. Ăна Пишпÿлекри 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулсенчен тăватшар выпускник, иккĕшĕ Хушăлкари вăтам шкултан, Аитран, Пăслăкран, Демскинчен, Йăлпăлактамакран, Кăркантан, Михайловкăран, Сухоречкăран пĕрер выпускник тивĕç пулнă. Пĕр кăларăм каçĕ те савăнăçпа тунсăх куççулĕсемсĕр иртмен. Лайăх паллăсемшĕн, ачасем çитĕнсе çитнĕшĕн савăнни тата хыçра юлнă ачалăхшăн тунсăх… Шкул вĕренсе пĕтерни — ĕнерхи шкул вĕренекенĕсен пурнăçри пĕрремĕш йывăр тапхăр. Малта — аслă пĕлÿ паракан вĕрентÿ заведенисене вĕренме кĕресси тата пурнăçа кĕртмелли пысăк плансем. Галина ВАРИКОВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Августăн 10-мӗшӗнче Тутарстан Президенчӗ «Единая Россиян» республикăри ушкăнӗн списокӗн ертӳçи Рустам Минниханов Патшалăх Думин депутачӗсен кандидачӗсемпе ӗçлӗ канашлу ирттерчӗ. Партин республикăри суйлав штабӗн ертӳçи Юрий Камалтынов суйлав кампанийӗ еплерех пыни çинчен доклад турӗ. Списокпа 14 кандидат тата 6 пӗр мандатлă округра суйланакан «Единая Россияран» пӗр командăпа ӗçлеççӗ. Çынсемпе тӗл пулса... ❮ ❯ Августăн 10-мӗшӗнче Тутарстан Президенчӗ «Единая Россиян» республикăри ушкăнӗн списокӗн ертӳçи Рустам Минниханов Патшалăх Думин депутачӗсен кандидачӗсемпе ӗçлӗ канашлу ирттерчӗ. Партин республикăри суйлав штабӗн ертӳçи Юрий Камалтынов суйлав кампанийӗ еплерех пыни çинчен доклад турӗ. Списокпа 14 кандидат тата 6 пӗр мандатлă округра суйланакан «Единая Россияран» пӗр командăпа ӗçлеççӗ. Çынсемпе тӗл пулса тӳррӗммӗн калаçасси çине тӗп пусăм тăваççӗ. Çакнашкал форматлă 150 мероприяти ирттермелле, 600 тӗлпулу палăртнă. Августăн 4-мӗшӗнче пысăк проектсем тапраннă - «Вăйлă Тутарстан! Пӗрлехи Раççей!» эстафета тата куçса çӳрекен Обществолла йышăну пункчӗсем. 6 мобильлӗ бригада кашни кун республика районӗсенче ӗçлет. Августăн 12-мӗшӗнчен вӗсен çумне ÇКХ ыйтăвӗсемпе ӗçлекен ятарлă бригада хутшăнӗ. Çак направление Патшалăх Думин депутачӗ Александр Сидякин тимлет. Парти хаçачӗн пӗрремӗш тиражне районсемпе салатнă. Çывăх вăхăтра партин республикăри кандидачӗсем çинчен информацилле сайт ӗçлеме пуçлӗ. Тӗлпулусенче çынсенчен илнӗ депутат хушăвӗсене пурне те пуçтараççӗ, системăласа тӗпчеççӗ. Çынсене пуринчен ытла ÇКХ, çулсене тăвас тата юсас ыйтусем хумхантараççӗ. Тутарстан ертӳçи тăвăнакан ӗçе ырларӗ, ăна тата активлăрах илсе пыма сӗнчӗ. «Пирӗн тӗллев - халăх хушшинче пуласси. Тӗреклӗн ӗçлӗр, çынсемпе калаçăр, пулăшăр. Хăш-пӗр ыйтусене вырăнтах татса пама пулать», - хавхалантарчӗ Президент кандидатсене.
Районти администарцин вĕрентÿ системинче çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасене 22 шкул автобусĕ турттарĕ. Сентябрĕн 23-мĕшĕнче августри педканашлу кунĕнче районти ОГИБДД ĕçченĕсем Пишпÿлекри тĕп площадьре пĕр йĕре тухса тухнă хĕрлĕ сарă ПАЗиксемпе пилĕк «Газель» микроавтобусăн техника шайне тĕрĕсленĕ. 17 транспорт хатĕрĕ ачасене кашни кун турттарма хатĕр. Пилĕк шкул автобусĕ юсавра. Вĕсен пысăках мар асăрхаттарусем пур: çутă приборĕсене пăхмалла, темиçе хăрушсăрлăх чĕнĕн фиксаторĕсене юсамалла, васкавлă лару-тăрура чÿречесене пусса кăлармалли кантрасен ункисем çук. Çак юсавсăрлăхсене тÿрлетсе пĕтерсе автобуссем çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш шăнкăравăн уявла линейкине ачасене вăхăтла илсе çитерĕç. Владимир СМОЛОВ. Авторăн ĕçĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2019 çулхи августăн 6-мĕшĕнче «Сириус» вĕрентÿ центрĕнче пулса курнă хыççăн чылай хушусем панă, пĕлтерет ТАСС. Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2019 çулхи августан 6-мĕшенче «Сириус» вĕрентÿ центрĕнче пулса курнă хыççăн чылай хушусем панă, пĕлтерет ТАСС. Патшалăх Пуçлăхĕ ноябрĕн 30-мĕшĕччен уйрăм пултарулăх кăтартнă тата «Сириус» вĕрентÿ центрне спорт тата физкультура специалисчĕсем хатĕрлекен программăсемпе вĕренме кĕнĕ çынсене грантсем парасси çинчен указ ĕçлесе хатĕрлеме хушнă. Тивĕçлĕ хушăва Кремль сайтĕнче пичетленĕ. Правительствăна талантлă ачасемпе çамрăксене тупассипе, вĕсене пулăшассипе, аталантарассипе ĕçлекен центрсем йĕркелессипе эксперт тата наукăпа методика енчен пулăшма «Талант и успех» вĕрентÿ фондне хушма сĕннĕ, укçа-тенкĕ расхучĕсене те пăхса хăвармалла. Октябрь вĕçлениччен правительствăн пĕтĕм Раççей, пĕтĕм тĕнче творчество конкурсĕсенче, физкультура тата спорт мероприятийĕсенче çĕнтернисене тата малти вырăнсем йышăннисене тĕп професси вĕрентÿ программисемпе вĕренме экзаменсемсĕр йышăнма сĕнÿсем тăратмалла. Вĕрентÿ тата Культура министерствисене, Сочи хулин администрацине уйрăм хушусем панă. #Владимир Путин Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Сирĕн умра Пелепей хулинче пурăнакан алă ăстин Тамара Ивановна Павлован мулинепе тĕрленĕ ĕçĕ. Çак ÿкерчĕк çинче Мадонна Литта пĕчĕк пепкине алă çинче тытса кăкăр çитернине сăнласа панă. Тамара Ивановна тивĕçлĕ канура пулсан та пĕрре те ĕçсĕр лармасть. Вăхăт тупса мулинепе тата вĕтĕ шăрçапа тĕрлесе тĕнчене илемлĕ ĕçсем кăтартать. Пурнăçа юратса, ентешĕсене тата килтисене савăнтарать. Паянхи кун тĕлне унăн пултарулăх арчинче темиçе теçетке ал ĕçĕ пур. Вĕсем пÿлĕмсенчи стенасем çинче илемлĕн вырнаçнă. Сăмах май каласан, Тамара Ивановна пирĕн паллă чăваш çыравçин, Рудольф Илькелрин, мăшăрĕ пулать. Татьяна ИВАНОВА. Пелепей хули. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
(Ирина Кузьмина). Элкел район центрӗнчи, Пасарлă Матакри, «Патриот» спорт клубӗ нумай çул ăнăçлă ӗçлет ӗнтӗ. Унта çамрăк яш-кӗрӗм вăхăта усăллă ирттерсе сетокан карате спорчӗн хăнăхăвӗсене алла илет. Тренерӗ - вырăнти храмăн пачăшки Зиньков Андрей атте. Спорт клубне хальхи вăхăтра тӗрлӗ ӳсӗмри 50 çын çӳрет. Паллах, тӗрлӗ шайри ăмăртусене те хутшăнаççӗ.... ❮ ❯ (Ирина Кузьмина). Элкел район центрӗнчи, Пасарлă Матакри, «Патриот» спорт клубӗ нумай çул ăнăçлă ӗçлет ӗнтӗ. Унта çамрăк яш-кӗрӗм вăхăта усăллă ирттерсе сетокан карате спорчӗн хăнăхăвӗсене алла илет. Тренерӗ - вырăнти храмăн пачăшки Зиньков Андрей атте. Спорт клубне хальхи вăхăтра тӗрлӗ ӳсӗмри 50 çын çӳрет. Паллах, тӗрлӗ шайри ăмăртусене те хутшăнаççӗ. Раççей, Федерацин Атăлçи округӗнчи ăмăртусенчен çӗнтерӳсемпе таврăнаççӗ. Андрей аттен хӗрӗ Екатерина Зинькова, тӗслӗхрен, сетокан каратепе Атăлçи тăрăхӗн виçӗ хутчен чемпионӗ пулнă. «Патриорт» спорт клубăн çамрăк спортсменӗсене çак кунсенче иртнӗ районти учительсен августри ларăвне хутшăнма ятарласах чӗннӗ. Çамрăк спортсменсем: Екатерина Зинькова, Кристина Бухарова, Камиль Вафин тата Алмаз Шайхутдинов (сăнӳкерчӗкре) хăйсен кубок-медалӗсемсӗр пуçне учительсене карате ăсталăхне те кăтартнă. Спортри çитӗнӳ вăл диван çинче ларнипе пулмасть, «Патриот» клуб спортсменӗсен те акă тренировкисем кашни кун, хальхи вăхăтра вӗсем октябрь уйăхӗн варринче Анат Камăра, октябрь вӗçӗнче Хусанта иртекен ăмăртусене хатӗрленеççӗ.
Экологсем çутçанталăка варалакансемпе хӗлле те кӗрешме чарăнманни курăнать. Юр хăйăр мар, ирӗлет тесе юраман вырăна юр тăкакансене хирӗç акци пуçланă вӗсем. Çак ӗçре граждансенчен те пулăшу кӗтеççӗ. Кун пек фактсене асăрханисене Telegram, WhatsApp урлă (номерӗ 8-987-216-97-79) е экологин обществăлла приемнăйне 8 (843) 267-68-67 телефонпа, е eco.signal@tatar.ru электронлă адреспа, çаплах «Халăх... ❮ ❯ Экологсем çутçанталăка варалакансемпе хӗлле те кӗрешме чарăнманни курăнать. Юр хăйăр мар, ирӗлет тесе юраман вырăна юр тăкакансене хирӗç акци пуçланă вӗсем. Çак ӗçре граждансенчен те пулăшу кӗтеççӗ. Кун пек фактсене асăрханисене Telegram, WhatsApp урлă (номерӗ 8-987-216-97-79) е экологин обществăлла приемнăйне 8 (843) 267-68-67 телефонпа, е eco.signal@tatar.ru электронлă адреспа, çаплах «Халăх контролӗ» системăн «экологи » пайӗнче пӗлтерме ыйтаççӗ. Шкул ачисем валли çак тӗлӗшпе «Шкул экопатрулӗ» мобильлӗ приложени те пур. Хыпара сăнӳкерчӗкпе е видеопа çирӗплетекенсене преми кӗтет. Хальхи вăхăтра ТР Экологи министерствин инспекторӗсем вăйлатнă режимпа ӗçлесси çине куçнă. Юраман вырăнта юр тăкмалли свалка йӗркелекенсене тупса палăртас тӗллевпе çӗрле рейда тухаççӗ.
Çар ретне кăçал пирĕн республикăри пине яхăн çамрăк тăрĕ. Кĕрхи призыв, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, каярах пуçланнă – чӳк уйăхĕнче çеç. Салтак атти тăхăнакансене пурне те медицина тĕрĕслĕвĕ витĕр кăларнă, «çар тивĕçне пурнăçлама юрăхлă» тесе йышăннă. 35 каччăна çак кунсенче хĕсмете илсе кайрĕç. Кам ăçта пуласси çар специальноçĕн категорийĕнчен килет. Чăваш йĕкĕчĕсене сывлăш-десант тата космос çарĕсенче, ятарлă пĕлтерĕшлĕ чаçсенче те кĕтеççĕ. Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукалта çуралса ӳснĕ Лев Чамеев çывăх çыннисенчен: аслашшĕнчен, ашшĕнчен, пиччĕшĕнчен тĕслĕх илет. Вĕсем пурте салтакра пулнă. 18 çулти каччă хĕсмете кайиччен спортпа туслашнă, кĕлеткене тĕрлĕ хăнăхтарупа пиçĕхтернĕ. ЛЕВ ЧАМЕЕВ: «Мана ВДВна илсе каяççĕ, Псков. Ачаранах аслисем çине пăхса ВДВ килĕшсе кайнăччĕ, çавăн пек юлчĕ ман». Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль каччи Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕреннĕскер тинех ĕмĕчĕ пурнăçланнăшăн савăнать. ГЕОРГИЙ КАРЧИКОВ: «Сухопытный войскана каятпăр. Лайăх служить туса, лайăх кăмăлпа каятпăр, хамăн та каяс килетчĕ. Манăн шухăшпа, кашни арçыннăн служить тумалла. Çемьере иккĕн эпир, манран кĕçĕнреххи служить туса килнĕ. Вăл воздушно-космическийĕнче служить тунă». Ăна ăсатма пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем те килнĕ. Георгий алла хут купăс илмесĕр чăтаймарĕ. Чăваш салтак юррипе, ташшипе пуянланчĕ Шупашкарти чукун çул вокзалĕ.
300 тĕлн. — Александрири сăв. Антоний (250—356) пушхире тухса кайнă та пĕрремĕш христиан монахĕ пулса тăнă. Герметика корпусне тунă Николай (Патарăран) (Николай Угодник) Миры епископĕ пулса тăнă. Китай 300 — Чун арăмĕ император амăшне выçăпа вĕлернĕ, астула кĕмелли çынна наркăмăш парса вĕлернĕ. Сыма Лунь, Чжао кнеçĕ, керменри салтаксене пăлхатнă. Император-майрана выçтарса вĕлернĕ, унăн майлисене айăпласа вĕлернĕ. 300 — Сыма Лунь влаçа ярса илнĕ. Он лишил императора власти и отправил его в ссылку. Другие князья Сыма составили против него заговор и убили. Кровавая гражданская война длилась 2 месяца. 300 — Китай тăрамĕ хăйĕн мăнăлăхне пула хăйне хирĕçле кнеçсене тăратнă пирки вилĕме вăхăтсăр тупнă. Иккĕмĕш тăрамĕ çемçерех пулнă. Каварçăсем ăна тĕрмене хупнă, унтах лешĕ вилнĕ.
Константин Петровичпа Галина Ильинична Герасимовсем çинчен Чуйăнчă-Николаевка ялĕнче туслă та çирĕп çемье тесе калаççĕ. Çакăн пек калама вара асăннă мăшăр пурнăç çулĕпе 50 çул хушши пĕр-пĕринпе килĕштерсе утни хистет. Килĕшÿ – кил илемĕ, пурнăç тăнăçлăхĕ тесе ахальтен каламан çав. Герасимовсен çемйи çакна хăйĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетет. Çемье пуçĕ, Константин Петрович, пурнăç тути-масине шкул саккинченех пĕлсе ÿснĕ. 8 класс пĕтернĕ хыççăн вăл тăван колхозра вăй хума пуçланă. Малтан выльăх-чĕрлĕх пăхакан, унтан шофер пулса ĕçленĕ. Каярах пултаруллă та хастар Константин Петровича сысна фермине ертсе пыма шанса панă. Çапла вăл 20 çул ытла «Рассвет» хуçалăхра сысна фермишĕн яваплă çын пулнă. Мăшăрĕ, Галина Ильинична, 40 çул доярка пулса вăй хунă. Яланах лайăх çитĕнÿсемпе çеç ĕçленĕскере пĕрре кăна мар ăна Хисеп хучĕсем парса чысланă. Çавăн пекех вăл канмалли путевкăпа Болгарине, Сочине кайма тивĕçнĕ. Çапла вĕсем Тăван çĕршывшăн чылай вăй хунă. Çакăн пек паттăр ĕçченсен Хисеп хучĕсем те нумай, ял çинче те вĕсем сумлă çынсем. Ĕçленĕ вăхăтрах Герасимовсем тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенĕ евĕр, ачисем те ашшĕ-амăшĕ пек тÿрĕ кăмăллă, ĕçчен те пултаруллă пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Иринăпа Марина хĕрĕсем педагогика пĕлĕвне илнĕ. Ирина 30 çул, Марина 22 çул шкулта кĕçĕн класс ачисене вĕрентеççĕ. Андрей ывăлĕ ял хуçалăх техникумĕ пĕтернĕ. Халĕ вăл ялта сĕт пуçтарас енĕпе ĕçлет. Анна хĕрĕ те ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Вăл - кил хуçи хĕрарăмĕ, виçĕ ачине тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтерес тесе тăрăшать. Паянхи кун Константин Петровичпа Галина Ильинична иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Анчах пушă вăхăчĕсем вĕсен пурпĕрех çук. Ларма-тăма пĕлменскерсем килĕнче пысăк хуçалăх тытаççĕ. Герасимовсен тăватă ача, тăхăр мăнук, пĕр кĕçĕн мăнук. Çак пысăк йыш Константин Петровичпа Галина Ильиничнăн ăшă та хăтлă çуртĕнче пуçтарăнма юратать. Галина Ильиничнăн тутлă та кăпăшка кукăлĕсене, ытти сăйне ас тивмесĕр тÿсейĕн-ши? Паллах, ачисем сĕтел хушшинче ларма çеç мар, кил хуçалăхри пур ĕçе тунă чух та пулăшаççĕ, кирлĕ чухлĕ тимлĕх уйăраççĕ. Тайма пуç, юратнă аттепе аннене пире пăхса ÿстернĕшĕн, ăс панăшăн, ĕçе хăнăхтарнăшăн, пурнăçра тĕрĕс çулпа пыма вĕрентнĕшĕн. Ылтăн туй ячĕпе сире, ылтăнран та хаклă аттепе анне. Ирина ЯКОВЛЕВА, Герасимовсен аслă хĕрĕ. Давлекан районĕ, Чуйăнчă-Николаевка ялĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Çулла чылайăшĕ тĕрлĕ çырлана, пахча çимĕçе хĕл валли морозильникре шăнтса хурать. Диетологсем палăртнă тăрăх, вĕсем хĕлле лавккасенче сутаканнисенчен чылай усăллăрах. Морозильникре чиене, кĕтмеле (брусника), шур çырлине (клюква) – çулталăк, çĕр çырлине (клубника), хăмла çырлине, хура çырлана (черника), йĕплĕ кăвак хăмла çырлине (ежевика), кăвак çырлана (голубика) тăхăр уйăх таран упрама юрать. Иммун тытăмĕ валли 1 стакан сĕлĕ кĕрпине 1 стакан шыва ямалла, 20 минут пĕçермелле. 2-шер апат кашăкĕ шăнтнă шăлан, сырлан (облепиха) çырлисене, шур çырлине нимĕрлесе сĕлĕ шывне хушмалла. Ытти çырла та юрать. Каллех вĕреме кĕртмеле та çулăм çинчен илмелле, сивĕнсен сăрăхтармалла. Тутă кĕме пыл та хушаççĕ. Кун тăршшĕнче ĕçса ямалла. Шăнса пăсăласран Шăнтнă кирек мĕнле çырлана е çырласен пуххине 1 стакан илсе тин вĕретнĕ 1,5 литр шыва ямалла. Çырласене тÿсе нимĕрлемелле. 1 апат кашăкĕ пыл хушса 20 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Пилĕк кун ăшăлла ĕçмелле. Чĕрене пулăшма Юн тымарĕсен стенкисене çирĕплетме чие (вишня) пулăшать. Ăна анемипе аптракан, юн çăра çынсен те ытларах çиме тăрăшмалла. Чие юн пусăмне чакарать, нерв тытăмне лăплантарать. Хурăн çырли (земляника) те юн пусăмне чакаракан витĕмпе палăрса тăрать. Вăл юн тымарĕсен стенкисене çирĕплетет, тасатать, юнри холестерин шайне йĕркене кĕртет. Хурлăхан юн тăвассине, чĕре ĕçне лайăхлатать. Каçхи апат вырăнне Ытлашши виçерен хăтăлма ĕмĕтленекенсемшĕн шăнтнă çырла – уйрăмах паха çимĕç. Шăнтнă çырласем апат ирĕлессине лайăхлатаççĕ, ылмашăну ĕçне йĕркене кĕртеççĕ, организма наркăмăшсенчен тасатаççĕ. Вĕсем пурте – сахал калориллĕ. Икĕ эрне каçхи апат вырăнне шăнтнă çырла çисе пурăнсан кĕлетке виçин пилĕк килограмĕнчен хăтăлма пулать. Талăкра 400 яхăн грамм тĕрлĕ çырла çиме юрать. Массăллă информаци хатĕрĕсенчен. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн пуçарăвĕпе шкулсенчи биологи учителĕсем тавралăха симĕс тум "тăхăнтартас" тĕллевпе çуркунне ачасене йывăç хунавĕсем лартма чĕнсе каланăччĕ. Çакна вырăна хучĕ çитĕнекен ăру. Хунавсем аванах тымар ячĕç. Халĕ вĕсене куçарса лартма та пулать. Çавна май Пĕтĕм Раççейри "Вăрмана упрар" акцие хутшăнса Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче вĕренекенсем пирамида евĕрлĕ 200 ытла тиреке федераллă автомашина çулĕн хĕррипе лартса тухрĕç. "Хунавсем йĕркеллĕ тымар ярасса шансах тăратпăр. Вуншар çул иртсен агропромышленность техникумĕнче вĕреннĕ çамрăксем çакăнта килсе "çак йывăçа эпĕ лартнăччĕ", тесе калама пултарччăрах",- тет директорăн вĕрентỹпе воспитани тата социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Надежда Захарова. "Вăрмана упрар" акци çулленех иртет. Ăна "Экологи" наци проектне çул парас енĕпе те йĕркелеççĕ. Акци тĕллевĕ 80 миллион хунав лартса общественноçа вăрман пуянлăхĕпе тирпейлĕ пулма хăнăхтарасси, пушарта çунса кĕлленнĕ лаптăксене çĕнĕрен чĕртесси, çĕршывăн углерод балансне упрасси пулса тăрать. Тирексен хунавĕсене Пăлапуç Пашьелĕнчи (135 тĕп), Патăрьелĕнчи иккĕмĕш (20), Нăрваш Шăхалĕнчи (4), Хирти Пикшикри (25), Сăкăтри (52), Туçари вăтам (10), Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан (30) тĕп шкулсем (пурĕ 276) çитĕнтернĕ. Вĕсем тав сăмахне тивĕçлех. Районта пурăнакан кашни çынах "Вăрмана упрар" акцие хутшăнса тăван тавралăха пуянлатас енĕпе хăйĕн тỹпине хывасса шанатпăр.
Еврази экономика союзĕн лидерĕсем союзăн пĕтĕмĕшле финанс рынокне тата организацин çитес çулхи бюджетне йĕркелемеллин Концепцине çирĕплетмелле. Раççей Президенчĕ Владимир Путин паян Ереванра пулать, унта вăл Аслă Еврази экономика совечĕн ларăвне хутшăнать. Кремлĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Еврази экономика союзĕн патшалăх-членĕсен лидерĕсемсĕр пуçне (Раççей, Армени, Беларус, Казахстан, Киргизи) тĕлпулăва Молдави Президентне тата хисеплĕ хăнасене Иран Президентне Хасан Роуханине тата Сингапур премьер-министрне Ли Сянь Луна чĕннĕ. ЕАЭС лидерĕсем союзăн пĕтĕмĕшле финанс рынокне, ЕАЭС çитес çулхи бюджетне йĕркелемелли Концепцие çирĕплетеççĕ тата транспортпа энергетика сферинчи законодательство тăрăх решенисем йышăнаççĕ. 2020 çулта союз ĕç-хĕлĕн Пĕтĕм тĕнчери тĕп çул-йĕрĕ пирки калаçса татăлаççĕ. Аслă совет ларăвĕ вăхăтĕнче ЕАЭС тата Сингапур хушшинче ирĕклĕ суту-илÿ пирки килĕшĕве алă пусаççĕ. Еврази экономика комиссин интеграципе тата макроэкономика çĕнĕ министрне çирĕплетеççĕ тата ытти ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк. #ВладимирПутин Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Ингредиентсем: чуста валли 150 г майонез (3 апат кашăкĕ), 150 мл кефир (холодильникрен пулсан, кăшт ăшăтăр), 2 çăмарта, 1 стакан çăнăх, ½ чей кашăкĕ тăвар. Ăшне хума: чăххăн кăкăр шăмми патĕнчи ашĕ - 2 шт., 1-2 сухан, 2-3 çĕрулми, çимелли ешĕл курăксем, тăвар, пăрăç. Ăшне хумаллине хатĕрлеме сухана вакламалла, вăйлă мар çулăм çинче çемçеличчен ăшаламалла. Чăххăн кăкăр шăмми патĕнчи ашне пысăк мар кубик пек вĕтетмелле. Çĕрулмине тасатмалла, ăна та вĕтĕ кубиксене турамалла. Савăта чăх ашĕ, çимелли ешĕл курăксем, çĕрулми, ăшаласа сивĕтнĕ сухан, тăвар тата пăрăç ярса хутăштармалла. Пысăк чашăкра майонез, кефир, тăвар тата икĕ çăмарта хутăштармалла. Малтан алланă çăнăх майĕпен хушмалла. Чуста икерчĕ валли пек пулмалла. Унтан сода хушса лайăх пăтратмалла. Пĕçермелли формăна ÿсентăран çăвĕ сĕрмелле, çăнăх сапмалла. Форма тĕпне кăштах чуста ямалла (тĕпне хупламаллăх çеç), унтан ăшне хумаллине ярса тикĕслемелле, çиелтен юлнă чустана ямалла. Малтан 200 градус таран хĕртнĕ духовкăра 35-45 минут пĕçермелле. Пиçсе çитнине шăл тасаткăчĕпе тĕрĕслемелле. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Чĕрĕлле иртерекен сăнарлă вăйăсем, — сăнарлă вăйăсен тĕсĕ, вĕсенче вылякансем хăйсен сăнарĕсене вылянă чухне сăмахсемпе мар, хусканусем урлă кăтартаççĕ. ПайланăвĕПравить Чĕрĕлле иртерекен сăнарлă вăйăсем çакăн тĕслĕ пулаççĕ: Пӳлĕмре иртекен сăнарлă вăйăсем — сăнарлă вăйă менле те пулин пӳлĕмре иртет. Вăйăна хутшăнакансен хисепĕ 10-25 çын, вăйă тăршшĕ — 2-12 сехет. Уçлăхри сăнарлă вăйăсем — сăнарлă вăйă ятарласа суйласа илнĕ вырăнта иртет. Вăйă лаптăкĕ самай пысăк, хутшăнакансен хисепĕ темиçе пине çитме пултарать, вăйă вăхăчĕ — çур талăрран пуçласа тăватă талăк таран. Хулари сăнарлă вăйăсем — ку вăйăсем хулара иртеççĕ, хальхи пурнăçра иртернĕ май ку унăн чи пысăк уйрăмлăхĕ шутланать. Хутшăнакансен хисепĕ 10-50 çын. Балсем — сăнарлă вăйăсен пĕрлешĕвĕсем иртерекен балсене те кунта кĕртмелле. Вăл балсен тĕллевĕ — иртнĕ вăхăтри саманта вăхăтлăха куçасси, авалхи ташăсенче хăвна кăтартасси. Ташăсем пуçсăр унта авалхи вăхăтри пек калаçусем, вăйăсем иртеççĕ. КаçăсемПравить http://www.rpg.ru/rpg Архивленĕ 15 Пуш уйӑхӗн 2010 çулта. rpg.ru — Рунетри чĕрĕлле иртерекен сăнарлă вăйăсем çинчен каласа паракан чи пысăк сайт http://ru_lrpg.livejournal.com — ЧККри уçлăхра иртекен вăйăсен пĕрлешĕвĕ http://www.roleplay.ru/calendar Архивленĕ 8 Юпа уйӑхӗн 2006 çулта. — roleplay.ru çинчи уçлăхра иртекен сăнарлă вăйăсен календарĕ http://zabzamok.org.ru — уçлăхра иртекен сăнарлă вăйăсене иртермеи тата хатĕрлеме пулăшакан материалсем
Пушкăртстанра шкул ачи темĕнле «канфит» çисе наркăмăшланнă тепĕр ĕç пулса иртнĕ. Декабрĕн 11-мĕшĕнче Стерлитамакри ача больницин йышăнакан уйрăмне шкултан 11 çулхи арçын ачана илсе пынă. Ачан наркăмашланнин паллисем палăрнă. Илсе килсенех ачан сывлăхĕ питĕ начар пулнă. Унăн сăмахĕсем тăрăх, пĕрремĕш урок пуçланиччен унпа пĕр класра веренекен ача ăна чăмламалли канфит («снюс» пулма пултарать) панă. Темиçе минутранах арçын ача хăйне начар туйма пуçланă, ăна васкавлă пулăшу машинипе больницăна илсе килнĕ. Çак факт тăрăх прокуратура тĕрĕслев ирттерет. Маларах çакăн пек инцидент Кармаскалă районĕнче пулса иртнĕ. Ноябрьте 12 çулхи ача больницăна лекнĕ. Врачсем вăл никотин тытăнса таракан веществосемпе наркăмăшланнине палăртнă. Ун чухне те ачана унпа пĕр çулхи ача «канфитпе» сăйланă. Мĕн вăл снюс? Хăрушă япала и вăл? Ачасене унпа усăланма епле чармалла? Уфари нарколог каланă тăрăх, снюсра тата та вăйлăрах, хăрушăрах, наркăмăшлăрах веществосем тытăнса тăма пултараççĕ. «Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх 3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ 2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке 1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан 1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла
Паллă мероприятине кăçал Хĕçпăшаллă вăйсен ретне тăма тивĕçлĕ 20 яш хутшăнчĕ. Призывниксем çар комиссариачĕн начальникĕн Файруз Гимадиевăн халал сăмахне итлерĕç. Вырăнти хирĕçÿсенче вилнĕ воин-аургазăсен палăкĕ умне çар комиссарĕ ертсе пынипе чечексем хучĕç. Призывниксем хăйсем çинчен те астăвăм хăварчĕç. Вĕсем ача-пăча площадки тăрăх 20 çамрăк пилеш лартрĕç, çак хунавсене Стерлитамакри вăрман хуçалăхĕ (руководителĕ В. Сагадиев) панă. Тепĕр çултан, Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçне пурнăçласа, хунавсем мĕнле чĕрĕлсе кайнине хăйсем килсе курма пултарĕç. Пулас салтаксем историпе краеведе¬ни музейĕнче экскурсинче пулса курчĕç. Çар залĕнче призывниксене çар службинче тивĕçлипе тăнă тата Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ ашшĕсен, аслашшĕсен тата мăн аслашшĕсен паттăрлăхĕ çинчен каласа пачĕç. Призывниксем районăн тĕн çыннисемпе – Салман хазратпа тата Евгений аттепе – хутшăнчĕç. „Радуга” кинотеатрта ачасене Булат Юсуповăн „Пĕрремĕш республика” фильмне кăтартрĕç. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
CKS INTERNATIONAL TRADING (BEIJING) CO LTD компани ертÿçисем (вӑл Китайра вырнаҫнӑ) Чӑваш Енре пулса курнӑ. Вӗсем «Юрма» агрохолдинг руководствипе тӗл пулса пӗр ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Тӗлпулура икӗ ен ҫапла калаҫса татӑлнӑ: «Юрма» хапрӑк бройлер чӗпписен урисене Китая ӑсатма тытӑнӗ. Чăваш Республикин Ялхуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Китайран килнӗ ҫынсем агрохолдинг ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ. Хӑнасене экспорт тумалли продукци пахалӑхӗ килӗшнӗ. Халӗ вӗсем Китая чӑх-чӗпӗн 11 тӗслӗ аш-какайне ӑсатассине сӳтсе яваҫҫӗ. Сӑмах май, Чӑваш Енри ялхуҫалӑх продукцийӗн ҫуррине Китая ӑсатаҫҫӗ. Пӗлтӗр экспорт 41,8 процентпа танлашнӑ. #хапрӑксем, #ял хуҫалӑхӗ Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Çил çинче кушăрханă ÿте çемçетме шывра пĕçернĕ 2 апат кашăкĕ кавăн ăшне 1 апат кашăкĕ олива çăвĕпе е ытти тип çупа хутăштармалла. Пите сĕрмелле. 20 минутран ăшă шывпа çуса тасатмалла. Тутлăхлă маска. 2-3 апат кашăкĕ пĕçернĕ кавăн пăттине 1 çăмарта саррипе тата 1 чей кашăкĕ пылпа хутăштармалла. Ăшă маскăна пите сĕрмелле, 10-15 минутран сивĕрех шывпа çуса тасатмалла. Маска витĕмне вăйлатма ăна сĕрес умĕн пит çине 2-3 минута вĕри компресс хурсан лайăх. Пÿрлешкерен, хура пăнчăллă тар шăтăкĕсенчен. Пĕр касăк пĕçернĕ кавăна тÿмелле, 1 чей кашăкĕ лимон сĕткенĕпе тата 2 чей кашăкĕ водород перекиçĕпе хутăштарса пите сĕрмелле. Пиçĕлĕхе вăйлатакан маска. Теркăланă чĕрĕ кавăна марльăпа пит çине 20-30 минута хумалла, унтан сивĕрех шывпа çуса тасатмалла. Маскăна эрнере 2-3 хут хумалла. Курс - 10 процедура. Уçăлтаракан маска. Кавăнăн хуппинчен тасатнă тĕшшине 2 апат кашăкĕ илсе тÿмелле, тин вĕренĕ çур стакан шыва ямалла. Çăраличченех вĕретмелле. Кăштах сивĕнсен пите сĕрмелле, 15-20 минутран ăшă шывра йĕпетнĕ мамăкпа тасатмалла. Ачаш ÿт валли. 2 апат кашăкĕ кавăн сĕткенне 1 çăмарта саррипе, 1 чей кашăкĕ пылпа, 1 чей кашăкĕ олива çăвĕпе, 1 чей кашăкĕ сĕлĕ çăнăхĕпе хутăштармалла. Маскăна пите сĕрмелле, 15 минутран ăшă шывпа çуса тасатмалла. Ÿт тăртансан. Пĕçернĕ вĕри кавăна нимĕрлемелле, пыл хушса пăтратмалла. Ăшă хутăша марля çине хумалла, унпа пите витмелле. 15-20 минутран ăшă шывпа çуса тасатмалла. Çак компресс ÿте лайăх ăшăтать, тĕртĕмсенчи ытлашши шыва кăларать. http://hypar.ru/ru/node/1805 Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Пурте аманса таврăнман-тăр ку вăрçăран, анчах чӗре суранӗ халӗ те кашнинех аптăратать пулмалла. «Афганецсем» пек туслă çар йышӗ çӗршыв историйӗнче урăх пур-ши? Афганистанран пирӗн çарсене кăларнăранпа 28 çул çитнине паллă турӗç Хусанти интернационалист-салтаксен палăкӗ умӗнче. Афган вăрçинче Хусантан 2 пин ытла салтакпа офицер хутшăннă, 34-шӗ çапăçусенче вилнӗ, 108-шӗ суранланнă. 275... ❮ ❯ Пурте аманса таврăнман-тăр ку вăрçăран, анчах чӗре суранӗ халӗ те кашнинех аптăратать пулмалла. «Афганецсем» пек туслă çар йышӗ çӗршыв историйӗнче урăх пур-ши? Афганистанран пирӗн çарсене кăларнăранпа 28 çул çитнине паллă турӗç Хусанти интернационалист-салтаксен палăкӗ умӗнче. Афган вăрçинче Хусантан 2 пин ытла салтакпа офицер хутшăннă, 34-шӗ çапăçусенче вилнӗ, 108-шӗ суранланнă. 275 салтакан «За отвагу» тата «Боевые заслуги» медальсемпе наградăланă, 93-шне «Хӗрлӗ Çăлтăр» орденӗпе. Совет Союзӗ çак вăрçăра 15 пин салтак çухатнă.
Туй йăли-йĕркин лексикипе сăмахлăхне пухас тĕллевпе Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателĕсем Л.А. Афанасьевапа Л.В. Коротаева Раççейри фундаменталлă тĕпчев фончĕн гранчĕпе усă курса июль уйăхĕнче Ермеккей районĕнчи Суккул, Янăшма, Эрехĕрри, Уйăлка, Хурамал чăваш ялĕсенче ăслăлăх экспедицийĕнче пулчĕç. Асăннă грант шайĕнче иртекен экспедицие йĕркелесе пыма Эрехĕрри ялĕнче пурăнакан чăваш чунлă, пĕтĕм енчен пулăшма хатĕр Александр Михайловичпа Любовь Геннадиевна Ильинсем пысăк пулăшу кÿчĕç. Эрехĕрри ялĕнче туй пуçламăшĕн юрри-такмакĕсем самаях сыхланса юлни курăнать. Çакна «Илем» ансамбль куçкĕрет кăтартса пачĕ. Шкул директорĕ пулса вăй хунă Л.Н. Ванюшина, ялти ватăсем Ю.Л. Мурзакова, Р.М. Зарянова туй ирттерес йăла-йĕркене питĕ тĕплĕн каласа кăтартрĕç. «Илем» халăх ансамбльне (Е.Б. Корнилова, Р.А. Андриянова, И.В. Яковлева, Н.А. Савельева, А.Ф. Ванюшина, Г.Н. Корнилова, С.Г. Андриянов) илемлĕ ташă-юрăпа паллаштарнăшăн чĕререн тав тăватпăр. Суккул ялĕнче хĕр йĕррине чылаях çыртарса илме май килчĕ. Ватăсем хăйсен çамрăклăхне аса илсе хĕр йĕрри йĕрсе качча кайни çинчен каласа кăтартрĕç. Шел пулин те, хĕр пĕркенчĕк айĕнче йĕрсе каясси иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче йăларан çухалнă. Суккул ялĕнче халăхăмăрăн аваллăхне сыхласа хăварас тесе тăрăшакансем те çук мар. Сăмахран Л.И. Головина хунямăшĕнчен юлнă аваллăх пурлăхне сапаласа пĕтерес мар тесе килĕнче пĕчĕк музей уçнă. Кунта ĕмĕр каялла хĕрсем çыхнă пурçăн тутăр та упранать. Ялти ватăсем аса илнĕ тăрăх, ĕлĕк Çăварнире хĕре çураçнă, Çимĕкре туй тунă. Пуянраххисем çак йĕркепе ирттерме тăрăшнă. Çавна май каччă енчисем хĕр валли пурçăн тутăр та хатĕрленĕ. Людмила Ивановна амăшĕн çÿçеллĕ пурçăн тутăрне халĕ те упрать. Çак ялта пурăнакан А.Г. Головина, В.И. Шадрина, Н.Б. Гуслина, Р.М. Прохорова, Е.Н. Головина, Г.П. Вишнякова сумлă ватăсене пирĕнпе курнăçма вăхăт уйăрнăшăн тав тăватпăр. Янăшма ялĕнчи клуб ĕçченĕсем тăрăшнипе ял халăхĕ арçын туйне хĕр хапхи умĕнче мĕнле йĕркепе кĕтсе илнине экспедицие килнĕ ăсчахсене кăтартса пачĕç. Ял çыннисем утçи вăхăтне пăхмасăр хăйсен ялĕнчи туй йĕркин пĕр сыпăкĕпе паллаштарма хавасах пулчĕç. Туй курма ватти-вĕтти, пурте пухăннăччĕ. Туя лартакансем: В.И. Илларионов, Е.Ф. Никитина, В.Г. Федорова, А.А. Петров, Л.С. Кондратьева, В.И. Петрова, Л.С. Савельева, Н.П. Васильева, Е.А. Чернова, Т.С. Кашкирова, Г.В. Лазарева, Н.Х. Петрова т.ыт.те. Пурне те тав сăмахĕ калатпăр. Уйăлка ялĕнче Р.С. Исаева, Е.В. Николаева ватăсемпе курса калаçма тÿр килчĕ. Хурамал ялĕнчи ватăсенчен те паха материал çырса илме май пулчĕ. Кунта пире Р.Е. Меньшикова, Е.В. Астафьева, В.С. Шестопалова аслă çынсем питĕ пысăк пулăшу кÿчĕç. Тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателĕсем асăннă районта вăй хуракан Л.Г. Ильина, С.А. Иванова, В.И. Петрова, Т.А. Федорова чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕсене экспедици ĕçĕнче пулăшса пынăшăн тав тăваççĕ. Лира АФАНАСЬЕВА, Лариса КОРОТАЕВА, ППУн Çтерлĕри филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчĕсем. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Раççей патшалăх ача-пăча библиотека ĕçченĕсем Çĕнĕ çул каникулĕ вăхăтĕнче библиотекарьсен ушкăнне‚ вĕсен шутĕнче Тимеш ялĕнчи В.С.Леонтьева тата Еспуçĕнчи Л.А.Макарова‚ çĕршывăн тĕп хулине‚ Мускава‚ йыхравланă. Тĕнчери чи пысăк ача-пăча библиотека ĕçтешĕсемпе‚ ача-пăча литература шайĕнчи наукăпа методика центрĕпе‚ Раççейри библиотекăсем валли педагогика‚ психологи тата социологи ача вулавĕпе тĕл пулни хăйне евĕр кăмăла çĕклерĕ. Библиотека питĕ илемлĕ те пуян‚.Унта тĕрлĕрен залсем пулнине палăртса хăвармалла. Кĕнекесемпе сĕтел-пуканĕсене ачасен çулне шута илсе вырнаçтарнă. Интерьера вара майлă та хăтлă‚ питĕ интереслĕ илемлетнĕ. Пĕр сăмахпа каласан‚ кунта лайăх культура ларăвĕ йĕркеленĕ. Уйрăмах вулавăшра çамрăк специалистсем ĕçленине палăртса хăварма кăмăллă. Ĕçтешсем килнĕ хăнасене вулав залĕсем‚ юмах пÿлĕмĕ‚ çемьепе вуламалли зал тата Пушкин пÿлĕмĕ‚ музыка гостинăйĕ‚ психологипе педагогика консультацийĕ памалли кабинет тăрăх экскурси ирттерчĕç. Хальхи вăхăтра Раççей патшалăх ача-пăча библиотекин фондĕнче 500 пин ытла кĕнеке‚ хаçат-журнал‚ нота кăларăмĕсемпе кинофотофономатериалсем упранаççĕ. Фондра уйрăм кĕнекесем‚ паха кăларăмсемпе репродукци альбомĕсем сумлă вырăн йышăнаççĕ. Унсăр пуçне унта паллă ача-пăча писателĕсем алă пуснă кĕнекесем те чылай. 2012 çултанпа Раççей патшалăх ача-пăча библиотеки Наци электронлă ача-пăча библиотекин операторĕ шутланать. Çакă цифрăна куçарнă кăларăмсемпе тÿлевсĕр усă курма май парать. Электронлă вулав билечĕ Раççей патшалăх ача-пăча библиотеки логотиппа тÿлевсĕр парăнать. Вулавăш уйрăмлăхĕ - ĕлĕкхи пичет кăларăмĕсем‚ революцичченхи тата совет самани вăхăтĕнчи ача-пăча периодики‚ паха йышши диафильмсем пурринче. Раççей патшалăх ача-пăча библиотеки музей выставки валли сайра хутра тĕл пулакан кĕнекесемпе архив материалĕсене пухассипе те нумай ĕçлет. Çур ĕмĕр хушшинче тĕнчери чи пысăк библиотека ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем валли культурăпа çут ĕç центрĕ кăна мар‚ Пĕтĕм тĕнчери наукăпа методика тата тĕпчев центрĕ ята тивĕçнине те палăртса хăвармалла. Центр библиографи‚ психологи тата социологи вулавĕсем ирттерессипе çыхăннă ыйтусене татса пама пултарать. Унсăр пуçне ачасемпе çамрăксен вулав культурине аталантарасси çинчен те манмасть. Библиотека Наукăпа методика тата тĕпчев центрĕ пулнă май, вĕрентÿ ĕç-хĕлне пурнăçлама лицензи илме тивĕçнĕ. Çулсерен кунта ачасемпе ĕçлекен çĕршер специалист вĕренме пултарать. Паян Раççей патшалăх ача-пăча вулавăшĕ 10 пин тăваткал метр лаптăк йышăнать. Вулакансене валли уйăрнă 15 залра çулсерен 50 пин ытла çын пулса курать. Пире ăшшăн йышăннăшăн тав туса Мияки районĕнчен килнĕ делегаци Мускаври ĕçтешсене пушкăрт баурсакĕпе пыл‚ Мияки районне халалланă кĕнеке тата асăнмалăх парнесем пачĕ. Пушă вăхăтра Пушкăртстанри библиотекарьсен ушкăнĕ ытти паллă истори объекчĕсене тата Çĕнĕ çул çутисене курса киленчĕ. Эпир Хĕрлĕ площадьре‚ Охот ретĕнче‚ ГУМра‚ Поклонная тата Воробьев тăвĕ çинче‚ ВДНХра‚ Царицынăра‚ Коломенское‚ Триумфальная Аркăра уçăлса çÿрерĕмĕр. Мускаври чи çÿллĕ çуртсене‚ Манеж площадьне тата Зарядье паркне курса савăнтăмăр. Çĕнĕ çул вăхăтĕнче Мускав чăн та илемлĕ! Вăл тĕрлĕ тĕслĕ çутăсемпе‚ илемлĕ кĕвĕсемпе тата хавхалануллă кăмăлпа пуян. Çанталăкĕ те çĕршывăн тĕп хулинче уçăлса çÿреме майлă пулчĕ: ăшă, уçă çил тата ура айĕнче пĕр юр пĕрчи те çукчĕ. Çак çулçÿрев пире малашне тухăçлă ĕçлеме çĕнĕ вăй-хăват парнелерĕ. Вероника ЛЕОНЬТЕВА, Тимешри вулавăш ĕçченĕ. Мияки районĕ - Мускав хули. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
«Пăва элеваторӗ» УАО ертӳçи Газинур Хакимов сăмахӗсем тăрăх, предприяти 2017 çулăн çӗнӗ тухăçне йышăнма хатӗр. Вӗсем тырçи пуçланиччен хатӗрленӳ ӗçӗсене вӗçлеме ӗлкӗрнӗ. Тӗрӗссипе, элеваторта ӗç çулталăкӗпех чарăнмасть-ха. Кунта элитлă вăрлăх, паха çăнăх илме районсенчен кăна мар, Раççей регионӗсенчен те килеççӗ. Тырçи вăхăтӗнче вара ӗç тата хӗрӳрех пулать, çӗнӗ тухăçа икӗ... ❮ ❯ «Пăва элеваторӗ» УАО ертӳçи Газинур Хакимов сăмахӗсем тăрăх, предприяти 2017 çулăн çӗнӗ тухăçне йышăнма хатӗр. Вӗсем тырçи пуçланиччен хатӗрленӳ ӗçӗсене вӗçлеме ӗлкӗрнӗ. Тӗрӗссипе, элеваторта ӗç çулталăкӗпех чарăнмасть-ха. Кунта элитлă вăрлăх, паха çăнăх илме районсенчен кăна мар, Раççей регионӗсенчен те килеççӗ. Тырçи вăхăтӗнче вара ӗç тата хӗрӳрех пулать, çӗнӗ тухăçа икӗ сменăпа, урăхла каласан талăкӗпех, йышăнма пуçлаççӗ.
ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере пурнăçăрти пӗлтерӗшлӗ тапхăра вӗçлетӗр, темиçе уйăх е çулсем таранчченех тăсăлнă ӗçе тинех пурнăçласа çитеретӗр. Е тахçантанпа хумхантаракан ыйтăва татса паратăр. Хăшӗсем хăйсене урăх ӗçре тӗрӗслесе пăхӗç. Хăюллăрах пулăр, ăнăçу çумăрта çӳрет. Мăшăрăрпа тимлӗ пулăр, ăмсанса элеклекенсем тупăнӗç. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Çак тапхăрта нимрен... ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере пурнăçăрти пӗлтерӗшлӗ тапхăра вӗçлетӗр, темиçе уйăх е çулсем таранчченех тăсăлнă ӗçе тинех пурнăçласа çитеретӗр. Е тахçантанпа хумхантаракан ыйтăва татса паратăр. Хăшӗсем хăйсене урăх ӗçре тӗрӗслесе пăхӗç. Хăюллăрах пулăр, ăнăçу çумăрта çӳрет. Мăшăрăрпа тимлӗ пулăр, ăмсанса элеклекенсем тупăнӗç. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Çак тапхăрта нимрен те хăрамалла мар, ăнăçу теветкеллӗ ӗçсенче те пулӗ. Енчен те пӗр-пӗр проекта хутшăнма сӗнсен хăюллăнах килӗшӗр. Ӗç ăнмассин шанчăкӗ сахал. Профессилле пултарулăхпа конкурс ирттерсен хутшăнма тăрăшăр, çӗнтерме пултаратăр. ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI Ку эрнере ытларах творчество çыннисемшӗн ăнăçлă пулӗ, тухăçлă тапхăр. Писательсем, артистсем, музыкантсем, композиторсемпе ӳнерçӗсем, дизайнерсем тӗнчене пӗр-пӗр шедеврпа тӗлӗнтерме пултараççӗ. Сывлăх пит хумхантармасан та перекетленни пăсмӗ, курăк чейӗ ӗçни усăллă пулӗ. РАК 22.VI - 22.VII Амбицисем канăç памаççӗ, ӗçри вырăн та. Хăвăра тивӗçсӗр çӗрте ӗçленӗ пек туятăр, чаплă та сумлă çӗрте ӗçлес килӗ. Шырама пуçласан çакăн пек çӗре вырнаçма та пултаратăр. Çапах кивӗ ӗçрен каясси пирки заявление çӗнӗ вырăнта çирӗплетнӗ хыççăн кăна çырăр - тем курасси пур. АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII Çак вăхăтра май килнӗ таран усăллă çыхăнусем йӗркелеме тăрăшмалла. Лару-тăрăвӗ те шăпах ăнăçлă та меллӗ. Кирлӗ çӗрте, кирлӗ вăхăтра пулатăр. Чи кирлӗ ӗçлӗ калаçусене эрне варринче ирттерме тăрăшмалла. Начар шухăшсем те хумхантарма пултараççӗ, çавăнпа канмаллисенче юратнă артистăн концертне кайса килсен аван пулӗ. ХӖР 24.VIII - 23. IX Укçа-тенкӗ енчен ăнăçлă эрне, тӗрлӗ çӗртен укçа кӗме пултарать. Суту-илӳпе аппаланакансен клиентсен шучӗ ӳссе кайӗ. Çӗнӗ ӗç йӗркелесси те ăнать, посредник пулса та тупăш илме пултаратăр. Ку эрнере укçана пӗр-пӗр ӗçе хывни, куçман пурлăхпа çыхăннă ыйтусене татса парасси ăнать. ТАРАСА 24.IX - 23.X Çак тапхăрта хăвăр ирӗкӗрпе кăна пурăнманнине туйса илни харпăр хаклава чакарма пултарӗ. Куншăн пит кулянма кирлӗ мар, çак лару-тăрăва улăштарас тесен мӗн тума пултарни, мӗнле майпа хăвăра ытларах шанма пуçласси, яваплăхран хăрама пăрахасси çинчен шутлăр. Ыттисем çине витӗм кӳресси пирки кӗнеке вулани усса кайӗ. СКОРПИОН 24.X - 22.XI Ку эрне активлă пулӗ, укçа-тенкӗ лару-тăрăвне лайăхлатас тесе кирлӗ утăмсем тăватăр. Хăшӗсем тахçанхи усăллă çыхăнăвӗсене аса илсе çӗнӗ ӗç йӗркелеме пултарӗç, теприсен хушма ӗç тупас шанчăк пур, виççӗмӗшсем бизнес йӗркелеме шухăш тытӗç. Йышăнăвăрсем стандартлă мар пулсан ăнăçу пулатех. УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII Эрне пуçламăшӗнче илнӗ хыпара лайăх тӗрӗслӗр, уйрăмах ăна кама-тăр калама шутлатăр пулсан. Хăш-пӗр информаци суя пулма пултарать, сире вара элекçӗсен шутне кӗртме пултарӗç. Ӗçри лару-тăру ырă, мӗн шутланине пурнăçлатăр. Кулленхи ыйтусене çăмăллăнах татса пама стандартлă мар йышăнусем пулăшӗç. ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I Ӗç мăй таран: йӗркелӳпе, хутпа çыхăннисем, тӗлпулусемпе калаçусем, командировкăсем. Эрне пуçламăшӗнче кăшт йывăра килӗ. Пуçланине вӗçне çитерме самай вăй-хал кирлӗ. Эрне варринче йăлт пăрахас шухăш та пырса кӗрӗ. Юрать-ха юлташсемпе тăвансем пулăшусăр хăвармӗç. Ан парăнăр, пӗчӗккӗн пулсан та тӗллевӗр патнех утăр. ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II Ӗçлӗ çулçӳревсемпе чи кирлӗ калаçусене эрне варринчен пуçласа планламалла. Ку вăхăтра хушма пӗлӳ илни усăллă пулӗ. Семинарсемпе тренингсене çӳрени, ӗçпе çыхăннă литература вулани карьерăпа ӳсме пулăшӗ. Пӗлӗве кӗçех практикăра тӗрӗслеме май пулӗ. ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III Эрне пуçламăшӗнче çӗнӗ ӗç пуçламалла мар, тӗрлӗ тумхахсем пулӗç. Ӗçлӗ калаçусем те йывăррăн иртӗç: эсир тӗрӗс тесе шутланине тепри йышăнмасса пултарать. Ăшри иккӗленӳлӗхе çӗнтерсен кăна лартнă задачăсене пурнăçлатăр. Канмаллисенче инçетрен хыпар çитме пултарать.
Эпир пурте кулленхи пурнăçра мӗнле-тӗр модăна пăхăнса тумланатпăр. Калăпăр, арçынсем европа пиншакне суйласа илеççӗ, каччăсем америка джинсине тăхăнма кăмăллаççӗ, е, юлашки вăхăтра чăваш орнаменчӗсем евӗрлӗ эрешсемпе тухма пуçланă финнсен свитерӗсене тăхăнса яраççӗ. Паллах, итали пушмакӗ чи чапли, турккăсен толстовкисем те аптрамаççӗ. Тăратăнса тăракан çухаллă итальян кӗпине юратакансем те пур, начальниксем... ❮ ❯ Эпир пурте кулленхи пурнăçра мӗнле-тӗр модăна пăхăнса тумланатпăр. Калăпăр, арçынсем европа пиншакне суйласа илеççӗ, каччăсем америка джинсине тăхăнма кăмăллаççӗ, е, юлашки вăхăтра чăваш орнаменчӗсем евӗрлӗ эрешсемпе тухма пуçланă финнсен свитерӗсене тăхăнса яраççӗ. Паллах, итали пушмакӗ чи чапли, турккăсен толстовкисем те аптрамаççӗ. Тăратăнса тăракан çухаллă итальян кӗпине юратакансем те пур, начальниксем вара акăлчан галстукне ытларах çыхаççӗ. Кама мӗн килӗшет вӗт. Чăваш эстрада çăлтăрӗ Алексей Шадриков юлашки концертра калмăк костӗмне тăхăннăччӗ. Эпир ăна малтан тутарăн тесе шутларăмăр та Алексей кӳршӗллӗ халăхăн тӗнне куçман-ши тесе интересленес терӗмӗр. Хăйӗнчен пырса ыйтсан, юрăç пире йăлтах ăнлантарса пачӗ. Вăл буддизма та, мăсăльман тӗнне те явăçман. Ку енӗпе унăн йăлтах йӗркеллӗ. Имиджмейкерсем ăна сцена валли çакăн пек костюм суйласа илме сӗннӗ. Ара, килӗшет пулсан, ма тăхăнмалла мар? Чăн та шăлаварпа галстук тӗрлекен чăваш модельерӗсенчен йăлăхнă пулмалла пирӗн артист.
2020 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче Пушкăртстанра темиçе теçетке çулта пĕрремĕш хут алкоголь сутма чаракан закон вăя кĕрет, ăна иртнĕ çул декабрĕн 30-мĕшĕнче официалă йышăннă. «Статистика тăрăх, январĕн 3-мĕшĕнче алкогольпе наркăмăшланнин шучĕ ÿсет, — палăртнă Пушкăртстан Патшалăх Собранин — Курултайĕн председателĕ Константин Толкачев. — Çакна та палăртмалла, суррогат продукцине ĕçе кăна наркăмăшланмаççĕ, ытлашши ĕçнипе те». Республикăн çĕнĕ законĕ тăрăх, январĕн 4,5,6-мĕшĕсенче те алкоголь сутма чарнă, анчах та ирхи 10 сехетрен 14 сехетчен алкоголь продукцине туянма пулĕ. Январĕн 4-мĕшĕнчен 6-мĕшĕччен алкоголь психозне пула криминаллă ĕçсем, çын вĕлерни, суицидсем пулса иртеççĕ, палăртать пушкăрт парламенчĕн спикерĕ. Ыран суррогат алкогольне сутакансене тупса палăртма рейда полицейскисем кăна мар, общество деятелĕсем тата право хÿĕлевçисем те тухĕç. «Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Çӗпрел районӗнчен паллă çынсем сахал мар тухнă, кунта пурăнакансем кашнинпе тивӗçлипе мăнаçланаççӗ. Çак кунсенче район центрӗнчи Паттăрсен аллейинче икӗ хутчен Социализмла Ӗç Геройне, СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ пулнă Петр Васильевич Дементьева асăнса митинг ирттерчӗç. Мероприятие ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Р.Гайзатуллин, район ӗçтăвком ертӳçин социаллă ыйтусем енӗпе çумӗ А.Залялов, районти ветерансен... ❮ ❯ Çӗпрел районӗнчен паллă çынсем сахал мар тухнă, кунта пурăнакансем кашнинпе тивӗçлипе мăнаçланаççӗ. Çак кунсенче район центрӗнчи Паттăрсен аллейинче икӗ хутчен Социализмла Ӗç Геройне, СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ пулнă Петр Васильевич Дементьева асăнса митинг ирттерчӗç. Мероприятие ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Р.Гайзатуллин, район ӗçтăвком ертӳçин социаллă ыйтусем енӗпе çумӗ А.Залялов, районти ветерансен канашӗн председателӗ Р.Закиров, предприятисемпе организацисен представителӗсем, техникум студенчӗсемпе шкул ачисем хутшăнчӗç. ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Р.Гайзатуллин хăйӗн саламлă сăмахӗнче çынсен патриотизм туйăмӗ нихăçан та иксӗлменнине, паттăрсем çинчен пирӗн манмалла маррине палăртса каларӗ. Петр Васильевич Дементьевăн юбилейне кăçал çулла тăван ялӗнче анлăн паллă тума хатӗрленеççӗ. Уява тӗп хуларан сумлă хăнасем йышлăн килесси те паллă, çавăнпа район мероприятие халех хатӗрленме пуçланă. Петр Васильевич çуралнă кунне халалласа январӗн 24-мӗшӗнче Упи ял хутлăхӗнче йӗлтӗр ăмăртăвӗ те иртнӗ.
Пиччемçĕм çинчен çырма пуçличчен хамăн çинчен те кăштах çырса хăварас тетĕп. Эпĕ Федотов Иосиф Захарович, 1938 çулхи чÿк уйăхĕн 13-мĕш кунĕнче Пишпÿлек ялĕн Хастар ятлă пучинккинче кун курнă. Мана пĕччен пурăнакан Муки Захарĕн улттăмĕш ачи пулса 1903 çулта çут тĕнчене килнĕ сĕм суккăр хĕрарăм çуратнă. Çавăнпа та эпĕ мĕн утма пуçланăранпах аннене çавăтса çÿресе ÿснĕ. Аннемçĕмĕн виççĕмĕш аппăшĕ, Наçтук аппа, Ситек ялĕнче сăрт çамкин чалăш çĕрне лартнă пĕчĕк çуртра икĕ хĕрĕпе пурăнатчĕ, унăн упăшки Элексей вăрçă пуçламăшĕнчех пуçне хунă. 1944 çулăн çу уйăхĕнче Наçтук аппа патĕнче пулнă хыççăн кăнтăрла иртсен аннепе таврăнма тухрăмăр, аппа пире пĕр çухрăма яхăн пуль ăсатса та ячĕ. Утатпăр хуллен суккăр аннепелен хура такăр çулпа çăпатасем сырнă урасемпе, анчах манăн сулахай урари çăпатан «сухалĕ» тухнă, çавă кăштах пире пăшăрхантарчĕ те, киле çитиччен пырĕ-ха, терĕмĕр вара. Акă сăрт çинчен анаталла анатпăр, пире хирĕç Покровка ялĕ патĕнчи пысăках мар вара пĕр хĕрарăм анать, те пăртак утсан тĕл те пултăмăр. Хĕрарăм пирĕн тĕле çитсен кăшкăрсах калама тытăнчĕ: «Ара-а, эсир пĕлместĕр вĕт, сирĕн Николай вăрçăран килнĕ, халĕ ĕнтĕ тÿп-тÿрĕ çавăнта кайăр, ял çыннисем пурте ăна курма пынă» — терĕ. Анне: мерттес, мерттес ырă сăмахшăн, вара шăпах, пĕтĕмпех килнĕ-ши, тесе те ыйтрĕ. Шăпах мар ĕнтĕ, курма çеç килнĕ, терĕ те кайма пуçларĕ. Анне вара, хĕн пулсан та çак хыпара Наçтук аппана кĕрсе кала-ха, терĕ. Калăп, калăп, каламаç пулать тет-им, тесе тĕлпулнă хĕрарăм Ситек еннелле утрĕ. Эпир те аннепе малалла утрăмăр. Акă Покровка ял урамне те кĕтĕмĕр. Çак ял Ситек çырмин сулахай енĕпе пыракан лапамра вырнаçнă, 70-80 килĕ пĕр çухрăма тăсăлать, урама урлă виç-тăват вар çырма хĕрне анать, хăш та пĕр варĕпе пĕчĕк çырма та юхать. Пĕр пысăкрах варĕн хĕрринче чултан купаласа ăлăхтарнă тимĕрçĕ лаççи пурччĕ, унта ял ĕçченĕсен тимĕр хатĕрĕсене сиплетчĕç. Ялăн йыттисем питĕ усалчĕ, çавăнпа та аннепе Ситек ялне каймашкăн ятарласа хатĕрленĕ аван пысăк туясемпе тухаттăмăр. (Малалли пулать). Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Унăн ашшĕ десятник пулса ĕçленĕ, автомобиль çулĕсене тунă çĕрте тăрăшнă. Амăшĕ килти хуçалăха тытса пынă. 1931 çулта асатте асаннене, Анна Дмитриевна Белована, качча илнĕ. 1928 çулта комсомол ретне кĕнĕ. Александр Николаевич колхоз йĕркелес ĕçе хастар хутшăннă. 1931-1932 çулсенче вĕсем Мало-Белебеевка ялĕнче «Канаш» ятлă колхоз пуçарса янă. Асатте хуçалăхăн пĕрремĕш председателĕ пулса тăнă. Çынсем хăйсен çĕрĕсене, выльăх-чĕрлĕхне, ĕçлесе тунă пурлăхне парса колхоза кĕме васкаман. Çавăнпа та вĕсене ÿкĕте кĕртес тесе кунĕн-çĕрĕн пухусем, канашлусем ирттерме тивнĕ. Колхозра ĕçленисĕр пуçне вăл тĕрлĕ обществăсене те хутшăннă. 1930 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен РСФСР Осоавиахим членĕ пулнă. Çакă ăна пухусемпе канашлусенче тĕрлĕ ыйтусене татса пама, хими лабораторисене, мастерскойсемпе заводсене ирĕккĕн кĕме май панă. Çавăн пекех Революцишĕн кĕрешекенсене пулăшакан халăхсен хушшинчи организацин, «СССР хĕрлĕ хĕреспе хĕрлĕ çур уйăх обществăн» членĕ пулнă. Виçĕ уйăхлăх санитари инструкторĕсен курсне иртнĕ. Асатте Ворошилов стрелокĕ пулнă. Вăл ертсе пыракан «Канаш» колхоз малта пынăран ăна Мускавра иртнĕ колхозниксен слетне те янă. 1941 çулта çар службине иртме Алкинăна илсе кайнă. Вăрçă пуçлансан фронта çавăнтанах ăсаннă. Александр Николаевич çемйипе те сывпуллашса ĕлкĕреймен. Пĕрремĕш хыпар унран 1941 çулхи июль уйăхĕнче Рузаевка хулинчен килнĕ. Çав çырура вăл хăйсене хĕвел анăç еннелле илсе кайнине пĕлтернĕ. Тек хыпарсем вăрçă вĕçлениччен те пулман темелле. Вăрах вăхăт кĕтнĕ çыру 1945 çулхи апрель уйăхĕнче çитнĕ. Ăна вуланине итлеме асаттене хисеплекен ял çыннисем те пухăннă. Унта Александр Николаевич Çĕнтерÿ кунĕ çывхарни, вăрçă йывăрлăхĕсем хыçа юлни çинчен хыпарланă. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи киле таврăнсан çапăçу хирĕнче тÿсме тивнĕ йывăр кунсем çинчен каласа пама ĕмĕтленнĕ. Анчах та салтакăн ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕреймен, вăл килне каялла таврăнайман, вăрçă хирĕнче выртса юлнă. 1945 çулхи çулла кукамай «Сирĕн мăшăрăр, çар присягине парăннă, Варейкин Александр Николаевич, Социализмла Тăван çĕршыва хÿтĕлесе, паттăрлăхпа хăюлăх кăтартса 1945 çулхи апрель уйăхĕн 23-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Германин кăнтăр хĕвел тухăç енче Нойдорфра пытарнă» текен хурлăхлă хыпар илнĕ. 1987 çулта атте, Георгий Александрович, турист путевкипе Германире пулса курнă. Вăл ашшĕн вил тăприне тупса пуç тайма ĕмĕтленнĕ. Вырăна çитсен пĕрремĕш кунхинех гид патне çак ыйтупа пынă, ăçта пытарни çинчен хыпарлакан хута кăтартнă. Гид темиçе кунтан Германире Нойдорф ятлă вырăнсем чылай пулни çинчен пĕлтернĕ, Александр Николаевичăн вил тăприне шыраса тупма май çукки çинчен каланă. Апла пулсан та эпир асаттене ăçта пытарнине пĕлес ĕмĕте паянхи кунччен çухатмастпăр, шырав ĕçне малалла тăсатпăр. Александра йăмăк РФ Оборона министерствин тĕп архивне тата ытти çĕре те çыру янă. Хуравĕсем килнĕ, анчах та вил тăпри вырăнне кашни организаци тĕрлĕрен кăтартнă. Сергей ВАРЕЙКИН. Пелепей хули. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Çакăн пирки журналистсене унăн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков Раççей лидерĕ çулталăкан юлашки кунне мĕнле ирттерет текен ыйтăва хуравласа пĕлтернĕ. Песков каланă тăрăх, Путинăн технологи енчен пĕрре те канмалли кунсем çук. Вăхăтăн ытларах пайне вăл ĕçре ирттерет, сÿнтерме юраман домна кăмаки пекех. Декабрĕн 31-мĕшĕнче те вăл ĕçлет. Аса илтеретпĕр, ноябрĕн 29-мĕшĕнче Патшалăх Пухăвне декабрĕн 31-мĕшне вăл ĕç кунне лексен те, ĕçлемелли мар кун тесе пĕлтересси пирки закон проектне тăратнă пулнă. Документ авторĕсем Ярослав Нилов, Игорь Лебедев, Алексей Диденко, Елена Строкова депутатсем и Сергей Леонов сенатор пулнă. Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС /Алексей Никольский. #Владимирпутин Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Нина Артемьевăпа эпир кӳршӗллӗ ялтан пулсан та, унпа куçа-куçăн пуçласа шкул пӗтерсен, Шупашкара вӗренме кайсан çеç тӗл пултăм. Вăл çамрăклах Шупашкара тухса кайнă та çавăнтах тӗпленнӗ, çемье çавăрнă. Амăшӗпе пӗртăванӗсем те ялтан куçса кайнăччӗ. Мӗн ачаран унăн сăввисене, статйисемпе ытти хайлавӗсене «Хатӗр пул» (каярах «Çилçунат») журналта вуласа ӳснӗ эпир, унăн... ❮ ❯ Нина Артемьевăпа эпир кӳршӗллӗ ялтан пулсан та, унпа куçа-куçăн пуçласа шкул пӗтерсен, Шупашкара вӗренме кайсан çеç тӗл пултăм. Вăл çамрăклах Шупашкара тухса кайнă та çавăнтах тӗпленнӗ, çемье çавăрнă. Амăшӗпе пӗртăванӗсем те ялтан куçса кайнăччӗ. Мӗн ачаран унăн сăввисене, статйисемпе ытти хайлавӗсене «Хатӗр пул» (каярах «Çилçунат») журналта вуласа ӳснӗ эпир, унăн ентешӗсем. Хамăр тăрăхран тухнă сăвăç, журналист Шупашкарта тăван чӗлхепе тухса тăракан журналта ӗçлени пире унпа мăнаçлантарнă. Ун чухне хамăр патра район хаçачӗсӗр пуçне урăх чăвашла кăларăм пулман, çавăнпа та атте-анне пире Шупашкарта тухса тăракан хаçат-журнала куллен çырăнса панă. Хам «Хатӗр пулпа» туслашсан Нина Артемьева (Мокина) Çӗмӗртлӗ хӗрӗ пулни пирки анне (хăй те Çӗмӗртлӗре çуралса ӳснӗ) пӗлтернӗччӗ мана: «Вăл пирӗн ентеш, çӗмӗртлӗсем, çамрăк чух ăна ялта Дуся тесе чӗнетчӗç». Çавăнтан вара журналăн çӗнӗ номерне алла илсенех ентешӗмӗн хайлавӗсене чи малтан вулаттăмччӗ. Тен, унăн пултарулăхех хамра та çырас туйăм çуратнă? Халь сăмах кун пирки мар. Нина Николаевна тӗлӗнмелле ырă кăмăллă çын, унпа калаçнăçем калаçас килет. Шупашкарти Чăваш патшалăх университетне вӗренме кӗрсен эпир, пулас журналистсем, И.Яковлев прос­пектӗнчи 13-мӗш çуртра вырнаçнă Пичет çурчӗн яланхи хăнисемччӗ. Вӗренӳ занятийӗсем хыççăн «Çилçунат» редакцине, ентешӗм патне яланах кӗрсе тухма тăрăшаттăмччӗ. Нина Николаевна яланах хапăл туса кӗтсе илетчӗ, хăйӗн ӗçӗ пирки каласа паратчӗ, хамăр тăрăхри хыпарсене ыйтса пӗлетчӗ. Кашнинчех журналсем парнелетчӗ. Çав тӗлпулусем яланах асра. Нина Артемьева Пӳлер район­не кӗ­ре­кен Çӗмӗртлӗ (халӗ Аксу районне кӗрет) ялӗнче 1947 çулта çуралнă. Шкул хыççăн Шупашкарти пир-авăр комбинатӗнче ӗçленӗ, çав вăхăтрах ӗçлекен çамрăксен шкулне пӗтернӗ, Чăваш патшалăх университетӗнче пӗлӳ илнӗ. 1977 çулта ача-пăча валли çӗнӗрен тухма пуçланă «Хатӗр пул» журналта ӗçлеме пуçланă та 2003 çулчченех унта тăрăшнă. Нина Николаевна икӗ кӗнеке - «Пучахсем калаçаççӗ» тата «Хурăнсем кашлаççӗ» - авторӗ. РФ Журналистсен тата Писательсен союзӗсен пайташӗ, М.Трубина ячӗллӗ преми лауреачӗ. Унăн пирвайхи хайлавӗсем ирт­нӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш çулӗсенчех Хусанта тухса тăнă «Ленин ялавӗ» хаçатра пичетленнӗ. Çав вăхăтранпах «Ялав», «Тăван Атăл» (Шупашкар), «Аврора» (Ленинград) журналсенче, «Хусан», «Поэзия» альманахсенче, «Çӗнӗ кӗвӗ» тата «Жму ваши руки» сборниксенче тăтăш пичетленнӗ. Çемьеллӗ. Нина Николаевнăн мăшăрӗ Александр Иванович Мокин «Сувар» хаçатра та пӗр вăхăт ӗçленӗ. Вӗсем ывăлпа хӗр çуратса ӳстернӗ. Паян, октябрӗн 20-мӗшӗнче, Нина Николаевна 70 çул тултарать. Ентешӗмӗре юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр, çирӗп сывлăх, иксӗлми телей, творчест­вăра татах çитӗнӳсем тума сунатпăр. Калемӗр яланхи пекех çивӗч пултăр, вулакана сирӗн хайлавăрсем нумай-нумай çул савăнтарса тăччăр. Çак кунсенче Аксу районӗнчи шкулсемпе библио­текăсенче Н.Артемьева пултарулăхне халалланă мероприятисем, куравсем иртеççӗ. Ак, тӗслӗхрен, Аксури ача-пăча библиотекин заведующийӗ Валентина Давыдова ентешӗмӗр ячӗпе пуринчен малтан «Чӗрӗ шыв­па тулнă йӗркесем» ятлă курав-досье хатӗрленӗ. Нумай пулмасть иртнӗ семинарта çак куравăн хăтлавне те ирттерчӗ, паллă ентешӗмӗрӗн сăввисене те вуласа пачӗ.
Турханти Николай Пирожков утарçăна районта та, республикăра та питĕ лайăх пĕлеççĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хурт-хăмăрçăсен наставникĕ те: тин вĕлле хурчĕ усрама пуçăннисене малтанхи утăмсем тума пулăшать, районта тухса тăракан "Авангард" хаçат урлă та ырă канашсем парать. Çак пултаруллă çын нумай пулмасть "Известные пчеловоды Чувашской Республики" ятлă кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. - 2021 çула кĕтсе илме пуçтарăннă чухне çемьене Чăваш Енри паллă утарçăсем пирки кĕнеке кăларас ĕмĕт пуррине каларăм. Мăшăр та, ачасем те манăн шухăша ырларĕç. Кун хыççăн хавхаланса кайса хурт-хăмăрçăсем пирки информаци пухма пуçларăм. Кашнийĕн патне килне çитсе ыйтса пĕлтĕм. Таня хĕрĕмпе (Татьяна Емельянова) Альбина Мышкина ăна пичете илсе çитерме пулăшрĕç: шăпах вĕсем автор-йĕркелỹçĕсем, - тет Николай Петрович. Кĕнекере 61 утарçăн пурнăçĕпе, ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă. Çавăн пекех вĕсем хушшинче Иван Мадебейкинпа Вячеслав Тобоев наука докторĕсем, Герольд Тобоевпа Анатолий Скворцов наука кандидачĕсем те пур. Вĕсен наука сăнавĕсене, канашĕсене, пĕрлех ыттисен сĕнĕвĕсене, вĕлле хурчĕсен çемйисене пăхмалли, чир-чĕре хирĕç кĕрешмелли мелсене тата ытти пирки те вуласа пĕлме пулать. - Чăваш Енри паллă утарçăсенчен пĕри Николай Пирожков чăннипех те мухтава, хисепе тивĕçлĕ. Унăн тăрăшулăхне, тĕпчев ĕçĕсене пула Чăваш Республикин территорийĕнче тĕрлĕ тапхăрта пурăннă, Чăваш Ен, Раççей Федерацийĕн хурт-хăмăр ĕçне аталантарассишĕн пысăк тỹпе хывнă çынсем пирки кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Ытти регионсен те Николай Петровичран тĕслĕх илсен аван, - тесе çырнă Пĕтĕм Раççейри "Союз пчеловодов России" общество организацийĕн председателĕ В. Капунин кĕнекене хакланă май. "Известные пчеловоды Чувашской Республики" пичет продукцине 200 экземплярпа пысăк пахалăхлă хутпа кăларнă, сăн ỹкерчĕксем те питĕ нумай. - Çак кĕнекене кĕме тивĕçлĕ тепĕр 40-50 хурт-хăмăрçă пур, коронавирус пандемине пула вĕсем патне çитеймерĕм. Çакна шута илсе çитес çул ăна çĕнетсе кăларма хатĕрленетпĕр, - тет Николай Пирожков.
Январĕн 15-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераллĕ Пухăва кашни çул яракан çырăвĕпе паллаштарать. Депутатсемпе сенаторсем «Манеж» Тĕп выставка залĕнче пухăнаççĕ, вĕсем çитес çулта мĕнле задачăсене пурнăçлама тивни тата Патшалăх пуçлăхĕ çĕршыври тата тĕнчери лару-тăрăва мĕнле хак пани çинчен итлеççĕ. Паллă ĕнтĕ, Çырăва темиçе эрне тăршшĕ хатĕрлеççĕ, унăн юлашки тапхăрне хатĕрленĕ çĕре Раççей лидерĕ хăй хутшăнать. Ытларах чухне документра мĕнле ыйтусене çутатса парасси çинчен ăна вулас самантчен никам та пĕлмест, çавăнпа та правительство членĕсем те Путин мĕн çинчен калассине пĕлмеççĕ. ТАСС. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
'''Плотников Николай Алексеевич''' (Плотник Микулайĕ, Плотник Кули, Чулхула Микулайĕ) — [[Чăваш Википедийĕ|чăваш Википедин]] администраторĕ тата бюрокрачĕ пулнă. Тетелти ятсем: Dracola, P-Code, astahar, Аçтахар. Маларах вырăс википедине, кайарах чăвашлине те тӳрлетме тытăннă. [[Чулхула]]ра пурăннă чухне сайтне уçнă, чăваш чĕлхине словарьпа кăна вĕреннĕ. 1977 çулта пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче [[Чăваш Ен]]ĕн [[Шупашкар районĕ|Шупашкар районне]] кĕрекен [[Лапсар]] ялĕнче çуралнă теть. Чăваш википедине вунсаккăрмĕш, уçăлнăранпа пилĕк уйăхран килнĕ. Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренсе пĕтернĕ<ref>[http://www.chgign.ru/persona/39_Плотников_Николай_Алексеевич.html Плотников Николай Алексеевич]</ref>. [[Чулхула]]н [https://nizhniynovgorod.irr.ru/ Из рук в руки] хаçатрахаçитĕнче ĕçленĕ<ref>[http://cheboksari.bezformata.ru/listnews/blinov-polzovanie-tehnologiej-viki/2143543/ Александр Блинов: "Пользование технологией вики становится нормой"]</ref>. Халь Шупашкар районĕн Лапсар ялĕнче, Комсомольски урамĕнче, 37-мĕш çуртра<ref>[https://rkn.gov.ru/mass-communications/reestr/media/?id=613231 Чӑваш халӑх сайчӗ]</ref> пурăнать тенĕ. Чăваш чĕлхине лайăхах пĕлмест. 2005-мĕш çулта 12-мĕш ака уйăхĕнче википедине килнĕ. 2007-мĕш çулта кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнче бюрократ статусне ыйтнă, карлачăн 16-мĕшĕнче бюрократ пулса тăнă. 2010-мĕш çулта ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче администратор статусне [[Хутшăнакан:Viktor|Viktor]]а ([[Тихонов Виктор Николаевич (1962)|Agabazar]]) панă.
Ланды (франц. Landes) — Францин кăнтăр-хĕвеланăç енче вырнаçнă, Аквитани регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 40. Администрациĕ Мон-де-Марсан хулинче вырнаçнă. Халах йышĕ 327,3 пин (1999) çын. ГеографиПравить Департамент лаптăкĕ 9 243 км² танлашать, çавăнпа та вăл континентри департаментсен хушшинче лаптăк калăпашĕпе иккĕмĕш вырăн йышăнать. Ланды департаментĕнче чи пысăк вăрман лаптăкĕ вырнаçнă. Вăл департамент çĕрĕн 67% йышăнать. Департамент шутне 2 округ, 30 кантон тата 331 коммуна кĕреççĕ. ИсториПравить Ланды — 1790 çулхи пуш уйăхĕнче пулса иртнĕ Францин Аслă революциĕ вăхăтĕнче йĕркеленĕ чи пĕрремеш департаментсем шутне кĕрет. Берри провинци çĕрĕсем çинче йĕркеленнĕ. Ячĕ Эндр юханшывран пулса кайнă.
Сапăрлăх тĕллевĕ: хайлаври герой йăнăшĕсене курса харпăр хăй йăнăшĕсене ăнланма, тÿрлетме вĕрентесси, йăнăшсемшĕн яавплăха туйма хăнăхтарасси. Ачасене ваттисене хисеплеме, ырă кăмăллă, сăпайлă пулса ÿсме хăнăхтарасси. Пĕлÿ тĕллевĕ: Л. Сарине «Кукамай», В.Астафьевăн „Конь с розовой гривой“ калавĕсене танлаштарса мĕн пĕрлештернине тупасси. Илемлĕ вулав хăнăхăвне йĕрлесси. калавăн содержанине калама, цитатăллă план тума хăнăхтарасси. Аталантару тĕллевĕ: ушкăнпа ĕçлеме; танлаштару, пĕтĕмлетÿ тума, сằнарлằ сằмах илемне асằрхама, сăнарлă шухăшлама хăнăхтарасси; илемлĕ вулав хăнăхăвне вĕреннĕ май сасă улшăнăвĕ сăнара уçса пама кирлине ăнкартасси. сăнарсен хăтланăвĕсен, шухăш-туйăмĕсене тарăнрах ăнланма пулăшасси. Урокра усă курмалли мелсемпе меслетсем: Ыйту-хурав; учитель сăмахĕ; тишкерÿ, шырав, словарь ĕçĕ; эпизодсем тăрăх калаçу ирттересси; ыйтусем çине хурав тупма вĕрентесси; ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлеме вĕрентесси, рольсемпе вулани, калава инсценировкăлани, синквейн, кластер,фишбоун туни, хайлавăн тĕп шухăшне палăртакан йĕркесене тупса вуласси. Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну, проблемăллă вĕренÿ, сывлăха упракан, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнра хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисем. Пуплеве аталантарасси: илемлĕ, ăнлантаруллă вуласси; хайлавсене шайлаштарса тишкересси; вуланă хайлава хак парасси, уйрăмшарăн тухса калаçма хăнăхасси, пĕтĕмĕшле тишкерÿ йĕрки тăрăх пĕтĕмлетÿсем тума хăнăхнине аталантарасси.
Çар комиссариатне кайма йыхравласа чĕннĕ хута илнĕ вăхăтра Василий Андреев Пишпÿлек районĕнчи Хушăлкари вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕреннĕ. 1943 çул. Çамрăк каччă Уральск хулинчи çар пехотин пулеметчиксене хатĕрлекен училищине вĕренме кĕнĕ. Ăна пĕтерсен Украина фронтне янă. Танксен 64-мĕш бригадин пулеметчикĕ В. Андреев рядовой пĕрре мар вилĕмпе куçа куçăн тĕл пулнă. 1944 çулта Василий çар госпитальне лекнĕ. Унта сывлăхне сипленĕ хыççăн Польшăна ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Берлин çулĕпе Зеелов сăртне илесси – чи йывăрри пулнă. Çÿллĕ вырăна тăшмансенчен тасатнă хыççăн совет салтакĕсем Берлин еннелле çул тытнă. «Йĕри-тавра симĕс курăк‚ садсем чечекре. Тĕнче тискер фашистсенчен тасалса çĕнĕрен чĕрĕлнĕ хунав пекех туйăнатчĕ. 1945 çулхи май уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенче нимĕç офицерĕсемпе генералĕсене плена илтĕмĕр. 9-мĕшĕнче Берлин урамĕсенче хĕрлĕ ялавсем вĕлкĕше пуçларĕç. Мускава нимĕçсене парăнтарни çинчен хыпар çитертĕмĕр»‚ – аса илет фронтовик. Василий Сафронович Андреев вăрçă вĕçленсен тăван ялне сывах таврăннă. Пелепейри педагогика училищине ăнăçлă пĕтерсе Эрĕнпурти педагогика институтĕнче ăс пухнă‚ учитель профессине алла илнĕ. Прогресс поселокĕнче клуб ертÿçи‚ Ăхпуçĕнчи шкулта вĕрентекен‚ РОНОра инспектор‚ Йăлпăлакри шкул ертÿçи‚ колхозри парти организацийĕн секретарĕ пулса ĕçленĕ. Зинаида Парфирьевна мăшăрĕпе 4 ача çуратса ÿстернĕ. Вăрçă хирĕнче паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн В. С. Андреева Тăван çĕршывăн аслă вăрçин 1-мĕш степеньлĕ тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе‚ «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн»‚ «Берлина илнĕшĕн» медальсемпе наградăланă. Марина НИКОЛАЕВА, Мелеспуçĕнчи обществăлла музей ертÿçи. Пишпÿлек районĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче Пушкăртстанра ĕçлĕ визитпа РФ Федераллă Пухăвăн Патшалăх Думин депутачĕ, Финанс рынокĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Анатолий Аксаков пулнă. Ăна Пушкăртстан Пуçлăхĕ Рустэм Хамитов (отставкăна кайиччен) йышăннă. Анатолий Геннадьевич бизнеса тата экономикăна укçа-тенкĕпе тивĕçтерес, банк системине аталантарас çивĕч ыйтусемпе Ĕпхÿ хулинче иртнĕ «çавра сĕтеле» хутшăннă. Кунта республикăри финанс секторĕпе, пурăнмалли перекетлĕ çурт-йĕр тăвассипе çыхăннă ыйтусене тата çак сферăсене пырса тивекен саккунсене çĕнетессине пăхса тухнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче Рустэм Закиевич Ĕпхÿ - Эрĕнпур автоçула аслăлатас ыйтăва çĕкленĕ. - Çак вырăнсем маншăн тăван та çывăх. Çул Толбазă, Стерлитамак урлă иртмелле. Авăркас районĕ манăн йăх-несĕлсен тăван кĕтесĕ шутланать. Çавăнпа та эпĕ федераллă трассăна тăвас ĕçре хамран мĕн килнĕ таран вăй хума, пулăшма сăмах патăм, - тенĕ Мускав хăни регионăн экс-пуçлăхĕпе иртнĕ тĕлпулăва пĕтĕмлетсе массăлла информаци хатĕрĕсене панă интервьюра. – Эпĕ республика пурнăçĕпе интересленсе, Пушкăртстан мĕнле аталаннине сăнаса тăратăп. Ĕпхÿ кашни килмессерен илемленсе те капăрланса пырать. Çавăнпа та автоçула тăватпăрах,- вĕçленĕ вăл. Ĕпхÿри тĕлпулу хыççăн Анатолий Аксаков Авăркас районĕнчи Пишкайăн ял хутлăхне çитсе курнă, вырăнти власть представителĕсемпе тата халăхпа, тăванĕсемпе тĕл пулнă. Çавăн пекех йăх-несĕлĕсен вил тăприсем çине чĕрĕ чечексем хунă. Валерий АЛЕКСЕЕВ. Авăркас районĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Аслă Çӗнтерӳ уявӗ çывхарнă май Тутарстанри архивсен ӗçченӗсем пысăк курав валли фронтри çырусене пухса хатӗрленӗ. Вăрçăран çырнă çырусем хӗвелпе куççульсенчен тӗссӗрленнӗ пулсан та вӗсем паттăрлăха кăтартакан паха хутсем пек хисепленеççӗ. Çырусене кăранташпа та чернилпа та хут, открытка, çар хучӗсем çинче çыркаланă. Вӗсене тăванӗсене, юлташӗсене, пӗрле ӗçленӗ çынсене, влаçрисене, хаçат редакцийӗсене... ❮ ❯ Аслă Çӗнтерӳ уявӗ çывхарнă май Тутарстанри архивсен ӗçченӗсем пысăк курав валли фронтри çырусене пухса хатӗрленӗ. Вăрçăран çырнă çырусем хӗвелпе куççульсенчен тӗссӗрленнӗ пулсан та вӗсем паттăрлăха кăтартакан паха хутсем пек хисепленеççӗ. Çырусене кăранташпа та чернилпа та хут, открытка, çар хучӗсем çинче çыркаланă. Вӗсене тăванӗсене, юлташӗсене, пӗрле ӗçленӗ çынсене, влаçрисене, хаçат редакцийӗсене янă. ТР Патшалăх архивӗнче Тутарстан Республикин çыравçисемпе поэчӗсен çырăвӗсем сыхланса юлнине те палăртса хăвармалла. Вӗсен шутӗнче Муса Джалилӗн, Атилла Расихăн, Ахмет Исхакăн тата ыттисен çырăвӗсем пур. Хальлӗхе архивсенче 3,5 пине яхăн фронтри ал çырусем упранаççӗ.
Аслă Çӗнтерӗве 72 çул çитнине халалланă уява Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче те лайăх ирттерчӗç. Ăна шкулта вырăс чӗлхипе физика предмечӗсене вӗрентекен Екатерина Романовăпа Реис Гафуров ертсе пычӗç. Мероприятиӗн тӗп хăнисем Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсем, тыл ӗçченӗсем тата Афганистан, Чечня вăрçисен ветеранӗсем пулчӗç. Пухăннисене Çӗнтерӳ кунӗпе Çӗпрел район пуçлăхӗ... ❮ ❯ Аслă Çӗнтерӗве 72 çул çитнине халалланă уява Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче те лайăх ирттерчӗç. Ăна шкулта вырăс чӗлхипе физика предмечӗсене вӗрентекен Екатерина Романовăпа Реис Гафуров ертсе пычӗç. Мероприятиӗн тӗп хăнисем Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсем, тыл ӗçченӗсем тата Афганистан, Чечня вăрçисен ветеранӗсем пулчӗç. Пухăннисене Çӗнтерӳ кунӗпе Çӗпрел район пуçлăхӗ Александр Шадриков ятӗнчен районти финанспа-бюджет палатин председателӗ Равия Рахимзянова саламларӗ. Митингра çаплах Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Наиль Шихранов, шкул директорӗ Александр Мискин тата Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Вăрçăпа ӗç ветеранӗсен канашӗн председателӗ Геннадий Карсаков та сăмах тухса каларӗç. Кун хыççăн тыл ӗçченӗсем вăрçăра пуç хунă ентешсене асăнса лартнă обелиск патне чечек кăшăлӗ хучӗç, унтан пурте «Вилӗмсӗр полк» акцие хутшăнса вăрçă ветеранӗсен сăнӳкерчӗкӗсем йăтса ялти Советская урамӗпе утрӗç.
Чăваш Енре çитес çула телейлĕ ачалăха халаллĕç. Çулталăк тăршшĕпех çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ енлĕ тимлĕх уйăрĕç. Сывлăх енчен хавшакрах çуралнисене тата вĕсен ашшĕ-амăшне социаллă тата медицина пулăшăвĕ парассине вăйлатĕç. Ку енĕпе Чăваш Енре пĕчĕккисемпе çул çитменнисем валли хута янă реабилитаци центрĕ çăмăллăх кÿрет. 10 çулти Лена Белова тухтăрсене кашнийĕнчех хăйĕн ырă кăмăлĕпе, çепĕç йăл куллипе тыткăнлать. Ача-пăча цербраль параличĕ диагнозпа çуралнă пулсан та вăл пурнăçпа туллин киленме пĕлет. Реабилитаци центрĕнче «Локомат» тренажерпа тутаракан хăнăхтарусене те вăл тăрăшсах тăвать. Кашни процедура хыççăнах Лена лайăхрах та лайăхрах туйнине палăртать унăн амăшĕ. ОКСАНА БЕЛОВА: «Вăхăтсăр çуралнипе ача çакăн пек аманса юлчĕ. Эпир ку центрта нумай çул хушши сипленетпĕр. Ленăна питĕ килĕшет. Вăл хаваспах çӳрет кунта. Килнĕшĕн яланах савăнать. Кунта килессе кĕтет». 6 çулти Есения вара алă моторикине аталантарать. Хастарскер çак центра çӳресе хăйне телейлĕрех туять. ЛАРИСА УГАСИНА: «Ку центра эпир 4 çул çӳретпĕр. Кунта пире дефектологсем, психиатрсем, логопед процедурăсем тăваççĕ. Унсăр пуçне пирĕн пата киле килеççĕ, ку центртан специалистсене тата кирлĕ оборудовани илсе килеççĕ». Есения тата ытти вун-вун ача килĕсенче те хăйсен сывлăхне çирĕплетме пултараççĕ. Çакна пурнăçлама «Мобильлĕ микрореабилитаци центрĕ» социаллă проект май парать. Унпа килĕшӳллĕн ачасен ашшĕ-амăшĕ дистанци мелĕпе консультаци пулăшăвне тивĕçме пултарать. РОЗА ВЛАДИМИРОВА: «Чăваш Республикинче 2023-мĕш çул телейлĕ ачалăх çулĕ пулнипе пирĕн тата усăллă шухăшсем çуралаççĕ, ачасене тата мĕнле меслетсемпе пулăшмалли, мĕнле çĕнĕрен меслетсем тата мĕнле лайăхрах реабилтаци тăвас тесе пирĕн специалитсем питĕ тăрăшса ĕçлеççĕ». Кашни ача телее тивĕç. Çак шутра тĕрлĕ сăлтава пула йывăр-лару-тăрăва лекнисем те. Вĕсене çăмăллăх кӳрессине, пурнăç ăраскалне парнелессине реабилитаци центрĕ çитес çул та пысăк тимлĕх уйăрĕ.
Хуракасси шкулĕнче пултаруллă вĕрентекенсен коллективĕ ĕзлет. Ачасене тĕрĕс воспитанипе тарăн пĕля парассишĕн тăрăшаззĕ. Вĕсем тăрăшнипе вĕренекенсем тĕрлĕ конкурссенче малти вырăнсем йышăнса шкул чысне хятĕлеззĕ. Уйрăмах, Батракова Нина Титовна, директор зумĕ пулнă май, вĕренекенсене кăна мар вĕрентекенсене те кирлĕ сĕнясем парса пулăшать. Пур ĕзе те тĕплĕ йĕркелесе пырать. Вăл пысăк опытлă вĕрентекен. Вăтăр зул ытла ачасене математика вĕрентет, вĕсен логикăлла шухăшлавне аталантарас тĕллевпе вăй хурать, сăпайлăхпа ĕзченлĕхпе палăрса тăрать. Ăна шкул ĕзченĕсем кăна мар, ашшĕ-амăшĕсем те хисеплеззĕ, ырлаззĕ. Нина Титовна вĕрентекен ачасем районпа республика шайĕнчи олимпиадăсемпе конкурссенче малти вырăнсем йышăназзĕ. Тĕнче шайĕнче ирттерекен дистанци олимпиадинче унăн вĕренекенĕсем малти вырăнсем йышăннă, уншăн вăл дипломант пулса тăнă. Вăл вĕрентсе кăларнă ачасем тĕрлĕрен Аслă пĕля паракан заведенисенче вĕренеззĕ. Чылайăшĕ алла професси илсе зĕр шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕзлеззĕ, унпа час-часах зыхăну тытаззĕ. Пултаруллă вĕрентекенĕн ĕзне пысăк шая хурса хаклаззĕ. Нина Титовна ЧР вĕрентя министерствин, райадминистрацин тата районти вĕрентя уйрăмĕн дипломĕсемпе хисеп грамотисене илме тивĕзлĕ пулнă. Вĕрентекен зялĕпе ăна чĕререн саламлатпăр, малалла та ĕзре зĕнĕ зитĕнясем тума зирĕп сывлăх, вăрăм кун-зул сунатпăр.
Çĕнтерÿ уявĕ тĕлне Мияки районĕнчи Тимешри, çаплах ун çывăхĕнчи ял çыннисемшĕн тата СПК «Нива» ĕçченĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пулса иртрĕ. Хуçалăх 17 миллион тенкĕлĕх техникăпа хатĕр-хĕтĕр туяннă. Çав шутран 4 миллион тенки хăй тупăшĕнчен, 13 млн «Россельхозбанк» Акционерлă общество çулталăкне 5% процентлă кредит панипе. Сутаканĕ, çĕнĕ техникăна анлăрах сарас тесе, хакне 1 миллион тенке чакарнă. Çак укçа-тенкĕн пĕр пайĕпе пĕрчĕлесе акакан МАЗГАР сеялка туяннă. Асăннă хатĕр акать çеç мар, çĕре им-çамласа та хăварать. Çак техникăпа хальхи вăхăтра Сергей Аркадьевич Иванов ĕçлет. Ун пулăшаканĕ - Виктор Анатольевич Павлов. «Кузбасс и Т» ПК-8,5 акмалли комплекс вара пĕр вăхăтрах çĕре культиваци туса, сÿрелесе, им-çамласа, вăрлăх акса тата пусарса хăварать. Çĕнĕ, 375 лаша вăйĕллĕ, Versatile 2375 трактор деталĕсене Канадăран илсе килеççĕ, пĕтĕмĕшле Дон-çи-Ростов хулинче пуçтараççĕ. Асăннă техникăна акмалли комплекспа майлаштарса Вячеслав Николаевич Богданова шанса панă. Çав ушкăнра Николай Петрович Петров вăрлăхпа, Александр Анатольевич Капитоновпа Валерий Дмитриевич Алексеев горючипе тивĕçтерекенсем килĕштерсе те тăрăшса ĕçлеççĕ. Паянхи кун асăннă техникăна хута янă. Çĕнĕ техникăпа паллашас, вăл епле ĕçленине хăй куçĕпе курас тесе Пушкăртстан Республикин Премьер-министрĕн çумĕн ĕçĕсене тăвакан И.И. Фазрахманов ял хуçалăх министрĕ тăватă район витĕр иртнĕ чух ятарласа «Нива» СПК анисене курма кĕнĕ. Ĕçлекенсемпе калаçнă май вăл асăннă техника чи çĕнни, кирли тата усăллă пулнине палăртнă. Мияки районĕнчи «Нива» СПК ăна ахальтен мар туяннă. А.Ф. Петров хуçалăх ертÿçи министрпа калаçнă чух техникăна самана хушнипе туяннине пĕлтернĕ. Çĕнĕ те вăйлă техника ĕç тата тăкак ресурсĕсене перекетлеме май парать. Планра - трактор çумне майлаштаракан ял хуçалăх оборудованине илесси. Пĕлсе тăма: юлашки çул трактор паркне 90%, комбайнсене 100% çĕнетнĕ. 2019 çулхи çу уйăхĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1914 гектар çине акнă. Çав шутра çурхи урпа 354, сĕлĕ 375, хутăш вика 35, пăрçа 55, кукуруза 50 гектар. Хуçалăхăн анисенче çурхи пĕрчĕллĕ тырăсене акса пĕтернĕ, техника культурисене акас ĕç пырать. Хальхи вăхăтра Крупская ячĕллĕ ял хуçалăхăн арендăна илнĕ 618 гектар çĕрĕ çинче ĕç пырать. Планра - Чураево тата Менеузтамак çыннисен 425 гектар пай çĕрĕсенче ака-суха тăвасси. Вероника ЛЕОНТЬЕВА. Мияки районĕ, Тимеш ялĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
2020 çулхи февралĕн 29-мĕшĕнче пирĕн районта чăваш эстрада юррисене юрлакан çамрăксен Регионсем хушшинчи конкурс иртет Конкурса 14 çултан пуçласа 35 çулчченхи юрăçсем хутшăнма пултараççĕ. Конкурс йĕркелÿçисем Пушкăртстан Республикин Культура министерстви, Пушкăртстан Республикин Пишпÿлек район администрацийĕ, «Национально-культурное объединение чувашей Республики Башкортостан» РОО, Пушкăртстан Республикин Пишпÿлек райончи Культура керменĕ, Пушкăртстан Республикинчи халăх творчествин центрĕ, Пушкăртстан Республикинчи Халăх туслăхĕн çурчĕ пулăшаççĕ. Заявкăсене февралĕн 20-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: 452040, Пушкăртстан Республики, Пишпÿлек районĕ, Пишпÿлек ялĕ, Советская урамĕ, 25 (Пишпÿлекри Культура керменĕ) е [email protected] электрон почтăна ярса памалла. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: (34743) 2-28-91, (34743) 2-10-27. Йĕркелÿ комитечĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Миçен эпир - хутла вӗреннӗ чăвашсем? Шутласа пăхсан сахалăн мар вӗт! Çав вăхăтра чӗлхе аталанăвӗнче ак ӗнтӗ миçемӗш çул малалла каяймастпăр. Кам кăна çук айăплисен хушшинче: вăл е ку сăлтав кансӗрлет пирӗн чӗлхе ӳсӗмне. Е правительство, е вӗрентӳ системи, е ФГОС программи, е учительсем, е ашшӗ-амăшӗсем, е ачисем хăйсем... ЮЛАШКИ... ❮ ❯ Миçен эпир - хутла вӗреннӗ чăвашсем? Шутласа пăхсан сахалăн мар вӗт! Çав вăхăтра чӗлхе аталанăвӗнче ак ӗнтӗ миçемӗш çул малалла каяймастпăр. Кам кăна çук айăплисен хушшинче: вăл е ку сăлтав кансӗрлет пирӗн чӗлхе ӳсӗмне. Е правительство, е вӗрентӳ системи, е ФГОС программи, е учительсем, е ашшӗ-амăшӗсем, е ачисем хăйсем... ЮЛАШКИ МОГИКАНСЕМ Эпир хамăр айăплă мар пек. Пӗр-пӗринпе вырăсла калаçма тытăнман, çаплипех чăвашлах пуплетпӗр. Ачасем чăвашла хамăр пек лайăх пӗлмесӗр ӳсни çеç пире канăçсăрлантарать. Мӗн тумалла ăна упраса хăварас тесен? Тен, индеецсенни пек резервацисене пурăнма куçмалла? Пӗтнине куратпăр, анчах та нимӗн те тăваймастпăр. Чӗлхене улăштаракан процессем пӗр кунра пулса иртмеççӗ. Вӗсене директор хушăвӗпе е министр йышăнăвӗпе тӳрех улăштараймастăн - ни начар енне, ни лайăх енне. Вăхăт иртмелле. Хăш чухне ăрусем улшăничченех, сахалтан та 10 çул. Лару-тăру малашне те кун пек тăрсан мӗн кӗтет-ха чăваш чӗлхине? Чаршава кăштах сирсе пăхар мар-и? СĂНАНИНЧЕН Ман шутпа, тепӗр 10 çултан чăвашла калаçакансен йышӗ чӗрӗке яхăн чакать. Паян унашкаллисем (вăтамран илсен) 1 миллион пулсан, 2027 çул тӗлне чăвашла калаçакансем пӗр 750 пин пулӗç. Тата 10 çултан вăл йыш тепӗр 20 процента чакӗ. Тӗрлӗ факторсене пула, ватăлса вилсе пӗтнипе кăна сăлтавламалла мар кунта, чӗлхерен писекенсем те, хулана тарса вырăса тухакансем те çителӗклӗ. Çакăн пек лару-тăру улшăнмасан, эпӗ палăртнă тăрăх, 2037 çул тӗлне чăвашла калаçма (вулама-çырма) пултаракансем 500 пине яхăн пулӗç. Паянхи мари халăхӗ чухлӗ. Мӗншӗн çакна хăюллăн çирӗплетсе калатăп тетӗр-и? Вулакансене пăхса. Паянхи кун пирӗн «Сувар» хаçата çырăнса илекенсенчен 80 проценчӗ - пенсионерсем. Пӗтӗмӗшле чăваш тӗнчине илсен акă мӗнле курăну: 1 хаçата вăтамран 3 çын вулать. Тутарстанри районсеннипе пӗрле хушсан чăвашла хаçатсен пӗтӗмӗшле тиражӗ 5 пине çывхарать. Апла-тăк, Тутарстанра тăтăшах чăвашла вулакансем 15 пине яхăн. Ульяновск облаçӗнчи «Канаш» тиражӗ 1,5 пин экземпляр, унта тăтăшах чăвашла вулакансен шучӗ 4,5 пин. Пушкăртстанри «Урал сассипе» «Çутă çул» хаçатсен пӗрлехи тиражӗ 2 пин экземпляр пулсан, унта чăвашла вулавпа 6 пин çын кăсăкланать. Самар облаçӗнчи «Самар енӗн» тиражӗ 500 экземпляр тенӗ, унта 1,5 пин чăваш вулаканӗ пултăр. Чăваш Респуб­ликинче чăвашла хаçатсен пӗтӗмӗшле тиражӗ 90 пине яхăн. Çак хисепе 3 хутласан 270 пин вулакан пулать. Ун çумне регионсенчи 27 пин вулакана хушсан, хальхи вăхăтра пӗтӗм тӗнчере чăвашла (пӗлекенсен шучӗ 1 миллион çынна яхăн пулсан) тăтăшах вулакансен шучӗ 300 пине яхăн çеç пухăнать. Ку пирӗн халăхăн чӗлхе улшăнăвӗсене хаçат-журнал урлă сăнаса тăракан активлă пайӗ. Унăн вăтам çулӗ миçере пулнине тӗпчесе хамăра хамăр хурлантарса тăрар мар хальлӗхе, урăххи çинчен калаçар. ÇУХАТУ СĂЛТАВӖСЕМ Çав вăхăтрах чăвашла пӗлмен чăвашсем те малашлăхра, хальхи пек 400 пин мар, пӗр 500-600 пин çынна çитме пултараççӗ. Ни чăваш, ни вырăс пеккисем ӗнтӗ. Вӗсем çыравра чăваш тесе çырăннă, анчах та тăван чӗлхине чăваш чӗлхи тесе çыртарман. Çаксем ытларах Чăваш Республикин хулисенче пурăнакансем-тӗр. Ашшӗ-амăшӗ чăваш пулнă, хулана куçса килнӗ те вырăсла калаçакан ачасем çуратма тытăннă. Хальхи вăхăтра ялтан хулана куçса килесси питӗ вăйланнине пăхсан, çакнашкал çынсем питӗ хăвăрт нумайланса каймалла пек. Мӗншӗн вăл йыш ытла хăвăрт ӳсмест-ха? Мӗншӗн тесен вӗсенчен нумайăшӗ хăй чăвашне питӗ вăйлă пытарма тытăнать. Чăвашран вырăс чӗлхиллӗ чăваша мар, тӳрех вырăса куçать. Ортодокс таранчченех. Нурлат районӗнчи хăш-пӗр чăваш ялӗсенче пурăнакансем 2002 çулхи çыравра хăйсене мӗнле тытнине ун чухнехи район пуçлăхӗ Фатих Сибагатуллин питӗ курăмлăн каласа кăтартнăччӗ: ялӗ-ялӗпе вырăс тесе çыртарнă хăйсене... Вырăсланнă чăвашсем вӗсем начар çынсем мар, вӗсем те хамăр çынсемех. Вӗсем (Юхман вырăсла кӗнекисене вуласа, эпир хамăр халăх, истори çинчен мăнаçланса каланисене итлесе ӳснӗ, анчах та тăван чӗлхене вӗренеймен) пирӗн ачасем. Чӗлхине çухатнă чăвашсем - обществăн çӗнӗ сийӗ. Пуласлăхра хăйсен валли вырăн тупайӗç-ши? Хăйсем пекех тăван халăх патриочӗсене çуратайӗç-ши вӗсем е вăхăт иртнӗçемӗн мультикультурализм авăрӗнче путӗç? Çакна социологсем калаччăр, мана йывăртарах. Тем тесен те, регионсенче ӗçлекен наципе культура пӗрлӗхӗсем çакнашкал йыш хунани çине усăллă витӗм кӳреççӗ. Вӗсем чӗлхене вӗрентмех пултараймаççӗ, анчах та халăх хастарӗсене хатӗрлесе кăларасси вӗсен лайăх пулать. ЧӖЛХЕ ШАЙӖ Чӗлхепе туллин усă курасси майӗ­пен çука тухса пырать. Калăпăр, эпир (30-40-рисем) ӳснӗ чухне лашана кӳлессипе çыхăннă «чӗлпер», «йӗнер», «урхалăх», «нăхта»,«тилхепе», «çăварлăх», «такан» сăмахсен пӗлтерӗшне аван пӗлеттӗмӗр. Пирӗн ачасемшӗн, ялта пурăнаканнисемшӗн те, ку сăмахсем - çӗнӗлӗх. Тӗрӗсрех каласан, кивелнӗ сăмахсем, архаизмсем. Пӗрремӗшӗнчен, вӗсемпе хальхи вăхăтра усă курманнипе, иккӗмӗшӗнчен, лаша вырăнне халӗ - мотоблок. «Мотоблок» пирӗн сăмах мар. Çав вăхăтра хисеп­лӗ Станьял пек «вулавăшпа» «сыватмăш», «инçесас» евӗр сăмахсем сӗнни (шутласа кăларни) те пуплеве сиен кӳме пултарать пек туйăнать. Чӗрӗ чӗлхе эсперанто мар, унăн аудиторийӗ, халăхӗ пур. Вăл ансат ăнлавсемпе шухăшлама хăнăхнă, ун пек экспериментсене йышăнмасть. «Андроид», «планшет», «ноутбук», «айфон», «плеймаркет» евӗр сăмахсем вара пурнăçа питӗ хăвăрт кӗрсе пыраççӗ. Вӗсен чăвашла аналогне шыраса та тупаймастăн, мӗншӗн тесен вăл япаласене чăвашсем шутласа кăларса ят паман. Çапла эпир, технологи прогресӗ хыççăн лӗпӗстетсе пыракансем, хальлӗхе пурнăçа малалла аталантаракан ют япаласене йышăнатпăр. Хамăр - янравлăрах намăссăр сăмах та шутласа кăларнине илтмен юлашки вăхăтра ял тӗрӗшӗнче. Ку вара çивӗч сигнал. Филологсем мана ăнланаççӗ пуль тесе шутлатăп. АТАЛАНУ ЧАРĂННĂ Мӗнле улшăнӗ-ха малашне пирӗн чӗлхе? Лексика тытăмне илес пулсан, япала ячӗсем сахал пулмӗç-ха, анчах та паллă ячӗсем ӗнтӗ халех ачасен пуп­левӗнче питӗ хăвăрт чакса пыраççӗ. Вӗсем паллă ячӗсене вырăсла сăмахсемпе улăштараççӗ, шел пулин те. Çакăнтан урокрах чăвашларан вырăсла шухăшлав çине куçни те çуралать. Чăваш чӗлхине кӗнӗ юлашки çӗнӗ паллă ячӗ - «чăнкă» (крутой, важный пӗлтерӗшлӗ). Вырăссем хăйсен куштанӗсене «новый русский» тее пуçларӗç пулсан, эпир хамăрăннисене «чăнкă чăваш» теме тытăнтăмăр. Сотовый телефона - «кӗсье телефонӗ» текелеççӗ-ха хăшӗсем, анчах, шел пулин те, унтан ытла иртмен. Кулленхи глаголсем вара нумайччен пурăнӗç. Вӗсене, каçарăр та, килти выльăхсем те ăнланакан пулаççӗ: «кил», «кай», «лар», «çи», «вырт», «тăр» тата ытти те. Илеме сăнарлакан эпитетсемпе сăмах çаврăнăшӗсем пирки каламалли те çук, вӗсем чӗлхерен питӗ хăвăрт çухалаççӗ. Çавăнпа та эпӗ мӗнле майпа чăваш çыравçисен йышӗ ӳссе пынине ниепле те ăнланмастăп! Вӗсем курса тăруçăн пӗтсе пыракан япалапа пикенсех аппаланаççӗ... Ахăртнех чӗлхене упраса хăварас тесе те мар (редакцие килекен хайлавсен шайне пӗлсе тăрса калатăп çакна), хăйсене хисеплӗ ят-сум илсе юлас тесе çунаççӗ пулмалла. Пăхăпăр, 20 çултан миçе Чăваш писателӗсен союзӗ пулать Шупашкарта? КОММУНИКАЦИ ХАТӖРӖСЕМ Пурнăç пӗр вырăнта тăмасть. Енчен те пире (чăвашла çырма, вулама, лайăх калаçма пултаракансене) ӳссе аталанма чăвашла хаçат-журналсенче, кӗнекесенче çырни тата хушăран чăвашрадио калаçни çителӗклӗ пулнă пулсан, паянхи ялти ачасене ку кăна тивӗçтермест. Мӗншӗн тесен ун чухнехи ялта вырăсла шкулти уроксенче кăна калаçнă. Пур çӗрте те тăван чӗлхе илтӗннӗ, çавна май унăн аталанма, пӗлтерӗшне сарма май пулнă. Тата ан манăр, эрнери чăваш чӗлхин 4 тата литературăн 2 урокӗ пулни пирки. Цивилизаци çитӗнӗвӗсем паянхи яла улăштарчӗç. Информаци пирӗн пата спутник тарелкинчен те, интернет кабелӗнчен те, кӗсьери телефонран та килет. Анчах та çӗнӗ йышши коммуникаци хатӗрӗсенче пирӗн тăван чӗлхе çукпа пӗрех. Ун вырăнне йăлтах вырăсла, тутарла та сахал мар. Юрать-ха, Наци телевиденийӗ «Триколора» тухма пултарчӗ. Танлаштарма, ТНВ канал спутника 10 çул каяллах тухрӗ. Шутласа пăхăр халӗ, эпир миçе çул çухатнă?.. Паянхи шкул харпăр этем аталанăвӗшӗн тăрăшать, вырăсла каласан, конкуренцие çӗнеекен личность хатӗрлет. Анчах чăваш чӗлхине пӗлни ачасен конкурентлăхне миçе процента ӳстерет? Экзамен тытмалла мар унпа. Хусан патшалăх педагогика институтне пӗтернӗ пӗр ăслăлăх тухтăрӗ Тутарстанра пурăннă чухне шкул ачисемпе йӗркеленӗ тӗлпулусенче яланах (мотивацилесе-ши ӗнтӗ) çапла калатчӗ: «Вăт вилсен, ачасем, леш тӗнчере тӗл пулатăр, калăпăр, хăвăрăн несӗлӗрсемпе. Вӗсем вӗт 200-300 çул каялла пурăннисем, вырăсла пӗлмеççӗ. Сирӗнпе калаçасшăн пулӗç. Мӗнле чӗлхепе калаçатăр эсир вӗсемпе? Çавăнпа та пӗлмелле хамăр несӗлсен чӗлхине...» Кулас та килет, макăрас та. Мӗн пулнă-тăр ӗнтӗ унăн пуçӗнче? Анчах та чăнлăх инçе мар. Çакăн пек ӳкӗтлекен пултăмăр-тăк, çутçанталăк музейӗ валли «могикансене» хатӗрлеме пуçламалла-тăр. МӖН КАНСӖРЛЕТ? Яланхи ыйту. Ку чухне эпӗ ялан тутарсене тӗслӗхе илетӗп. Вӗсенчен вӗренместпӗр. Çӗнӗлӗхсене хамăра кирлӗ пек чăвашлатмастпăр. 2012 çултанпа Тутарстанри кашни ача садӗнче ФГОСпа килӗшӳллӗн, патшалăх чӗлхисене вӗрентме билингвизм программине кӗртнӗ. 3-ри ачасене вăйă мелӗпе вырăсла тата, паллах, тутарла вӗрентме тытăнаççӗ. Питӗ лайăх, ансат программа! Манăн пӗчӗк хӗрӗм те тутарла «сӗт», «кишӗр», «хăяр», «атте» сăмахсем чăвашли пекех илтӗннине асăрхакан пулчӗ. Анчах та ку концепци тăрăх хатӗрленӗ программăпа пирӗн республикăри чăваш ялӗсенче пӗр улшăнусăр ӗçлеççӗ. Ачасене тутарла тата вырăсла вӗрентӗ пек хальхи вăхăтра чăваш чӗлхине садиксенче никам та вӗрентмест. Калаçу (воспитани) чӗлхи, тен, чăвашла пулма пултарать пулӗ, анчах та пире пӗртанлăх кирлӗ - вӗрентӳ чӗлхисен шайне ачан тăван чӗлхи кӗмелле. Пире ача садӗнченех билингвизм мар, полилингвизм кирлӗ. Унсăрăн тăван чӗлхепе мӗн тумалла?! Чăваш чӗлхин никӗсне садикра илеймен чăваш ачисем, паллах, 1-мӗш класа кайсан вырăсла та, тутарла та аван вӗренме тытăнаççӗ. Ӳсӗм сисӗнет. Вӗсене чăваш чӗлхине вӗрентесси - чăхăмлать. Акă сире тепӗр алтса хунă шăтăк. Ачапа пӗрле урок тăвакан амăшӗшӗн те ку проблема. Пепки 2-мӗш класа çитсен вӗсем чăркăшма тытăнаççӗ: «ачасене капла та йывăр», «иккӗмӗш класра акăлчан чӗлхи тата», «чăваш чӗлхипе ăçта каян?», «пурпӗр экзамен тытмаççӗ...» тата ытти те. Ыйтусем нумай, хуравлаканӗ чăваш чӗлхи учителӗ тата шкул директорӗ (ун майлă пулсан-ха). Чăваш наципе культура центрӗсем нумай районта çак ыйтуран ытла та инçе тăраççӗ. Вӗсен черетлӗ карчăк праçникне хатӗрленмелле. (Аслă çулти кинемисем, инкесем, аппасем, каçарăр, тархасшăн, çакăн пек çырнăшăн. Эпӗ ăна сире кӳрентерес тесе мар, проблемăна çивӗчрех кăтартас тесе юри çапла тăватăп.) Карчăкăрсем пӗтсен мӗн кăтартатăр? ЭС КАМ МАЙЛĂ? Чăваш е акăлчан чӗлхине суйлас ыйту тăрсан, ӗненсемӗр, нумай-нумай ашшӗ-амăшӗсем пире хирӗç тăракан (тăшманлă теме те хăрамастăп) НАТОна кӗрекен ют çӗршыв чӗлхи майлă пулса ăна суйласа илет. Мӗншӗн тесен унра перспектива курать. Телейӗ пулсан, ял ачи акăлчанла калаçакан пӗр-пӗр ют çӗршыва çитейсен, паллах, ăна çак чӗлхе кирлӗ пулать. Анчах та чикӗ леш енче пурăнатăп тесе кафесенче урай, савăт-сапа çăвакан чăваш ачисене эпӗ пӗлкелетӗп. Халӗ çак ӗç вырăнӗсене те Африкăран таракан арабсем йышăнаççӗ. Çамрăксем ют чӗлхе хутлăхне кӗрсе ӳксен, вӗсем ăна 2 уйăхран ăнланма, 3 уйăхран калаçма тытăнаççӗ. Средовая практика теççӗ кăна вырăссем. Унсăрăн (средасăр) акăлчан е нимӗç, е француз чӗлхине кирлӗ чухлӗ вӗренеймеççӗ. Çавăнпа та 11 класс хыççăн тӳрех Лондона куçса каймастăр пулсан, репетиторсем çине усăсăр укçа ан тăкăр. Кăлăхах пулать. Мана акăлчан чӗлхине ăса илни тарăхтармасть, чăваш чӗлхине ют чӗлхене вӗреннӗ пек вӗренни канăçсăрлантарать. Тӗрӗс мар-им, педагогсем? Кунта тата çакна каласа хăварас килет. Тăван чӗлхе аннепе пӗр тан. Кама вăл кирлӗ мар, çавна амăшӗ те кирлӗ мар. Кама амăшӗ кирлӗ мар, çавна Тăван çӗршывӗ те кирлӗ мар. Кама Тăван çӗршыв кирлӗ мар, çав ăна урăххипе улăштарать. Çил ăçталла вӗрнине туя пуçларăр-и? Тăван чӗлхе - çӗршыв тыткăчи. Ан манăр çакна. КИРЛӖ ХАТӖРСЕМ Акăлчан е ытти чӗлхе хутлăхне кӗрсе ӳкес тесе эпир хамăр чӗлхене аркатса пыратпăр. Акă тӗслӗх. Интернетра, «Одноклассникире» е «ВКонтактере», е «Фейсбукра» чăваш саспаллисемпе çырнине курсан, тӗрлӗ çӗрте пурăнакан чăвашла çырас текенсем тытăнаççӗ ыйту пама: «ăçтан илтӗр?», «тупма пулăшăр-ха?» тата ытти те. Е тата: «Манăн компьютерта чăваш шрифчӗ çук, çавăнпа та вырăсла çыратăп». Вырăсла каласан, ку вара чи çăмăл отмазка. (Ак сире чӗлхе аталанманнин тепӗр çирӗплетӗвӗ: «отмазка» - вырăс пуплевӗнче çӗнӗ сăмах, пирӗн вара ун пекки çук.) Чăнах та «Виндоусăн» компьютер программисенче хатӗр чăваш шрифчӗ лартса ямаççӗ. Промышленность шайӗнче клавиатурăсем те туса хатӗрлемеççӗ. Ку вăл Чăваш Республикин питӗ пысăк çитменлӗхӗ. Çавăнпа интернетра чăвашла çыракан сахал та. Мӗншӗн апла калатăп? Шутласа пăхăр-ха. Ну юрӗ, тулашра пурăнакан 800 пин чăваша илмӗпӗр, пире асăрхасшăнах мар Шупашкарта. Чăваш Республикин хăйӗн 800 пин чăвашӗ валли кирлӗ мар тетӗр-и çакă? Калăпăр, тутарсен пур шрифчӗ, чăвашсен - çук. Тутарсем компьютерпа хăйсен чӗлхипе тӗнчере пур çӗрте те çыраяççӗ, чăвашсен вара мӗн, ăçта-тăр чашăк-тирӗк çумалла е раствор кăна пăлхатмалла-и? Кунпа килӗшсе çырлахма ниепле те юрамасть. Халăхăн çӗнӗлле аталану меслечӗсем, механизмӗсем ăçта? Кам шутламалла вӗсем çинчен? Ку чухне кăштах йӗри-тавра пăхкалани те усăллă пулӗччӗ. Пӳлер çывăхӗнче 15 çул тăтăш кашни çул пултаруллă тутар çамрăкӗсене пуçтарса «Сэлет» çуллахи аталану лагерьне йӗркелеççӗ тутарсем. Виççӗршер-тăватçӗршер тутар ачине пуçтараççӗ унта. Президент тимлӗхӗнче çак процесс. Вӗсем халăх элитине вӗлле хурчӗ пек пăхса, чи вăйлă педагогсене явăçтарса çитӗнтереççӗ. Паллах, Тутарстан Правительствинчи хуть те мӗнле министр та (е унăн çумӗ-и) тутарла шакăртаттарса калаçса ыттисене чӗрӗ тӗслӗх панинчен тӗлӗнмелле мар. КАЯ ЮЛСАН Ăçта шупашкарсен çакăн пек тӗслӗхӗ? Налог тӳлетпӗр пулсан, ыйтма та ирӗк пур мар-и-ха? Çамрăксем ыттисенчен юласшăн мар, анчах та хамăр чӗлхепе усă курса кăна çакна хальлӗхе тăваймаççӗ-ха пирӗннисем. Пирӗн валли аслă ăрусем туса пӗтермен ӗçсем нумай юлчӗç, чăрмавсем пысăк, вӗсем урлă тӳрех каçаймастăн. Вӗсен йăнăшӗсенчен пӗри - интернетăн чăвашла сегментне, унпа çыхăннă механизмсене аталантарас вырăнне эпир кӗнекесем çыртăмăр, уявсем уявларăмăр. Питӗ нумай çухатнă эпир, паян та кая юлса пыратпăр-ха. Çӗнӗлле шухăшлама пуçламалла ӗнтӗ. Пурте юрлар мар, артистсем валли те хăварар. Пӗлместӗп, хальхи вăхăтра «Плеймаркетра» пур-ши чăвашла софтпа çырса хатӗрленӗ (раскладкăсемсӗр пуçне) пӗр-пӗр тӳлевсӗр приложени? Аслă çултисем, тен, ăнлансах каймаççӗ-тӗр кунта мӗн çырнине, çапах та çамрăксемшӗн ку ансат ыйту. Ав ăçта çитнӗ аталану. Вăл вырăнта тăмасть, малалла чӗнет. Малашлăха эпир хамăрпа пӗрле хамăрăн чӗлхене те илсе каймалла. Ун чух тин çителӗклӗ те конкуренцие чăтаякан халăх пулаятпăр. Чăвашла шрифтсем. Вӗсене шкулти учительсем, патшалăх тытăмӗнче ӗçлекенсем ăçтан килнӗ унтан, тӗрлӗрен програмистсем пулăшнипе тупкалаççӗ компьютерӗсем валли. Ларткалаççӗ. Анчах та патшалăх стандарчӗпе мар-çке! «Ă» саспалли ăçта пулмалла? Клавиатурăри «Ç» вырăнне калăр, тархасшăн, чиновниксем? Эсир вӗт тӗрлӗрен отписка çырнă чухне мӗн кăна шутласа кăлармастăр. Çакна тума ерçӳ çитереймен... Хушу пулман-тăр ӗнтӗ. Телее, хальхи вăхăтра чăвашла шрифта компьютер валли те, смартфон валли те интернетран уçласа илсе электронлă коммуникаци хатӗрӗсем çине лартма пулать. Анчах та вӗсене энтузиастсем тунă. Чăваш Правительстви мар. Хамăр чӗлхепе хыпарсене пӗлтерекен Чăваш халăх сайтне те уйрăм çын тунă вӗт. Ăçталла каятпăр эпир, тата мӗн тума пире çавăн чухлӗ писательсен союзӗ? Никама та кирлӗ мар-им? Шупашкарта чăваш е вырăс чӗлхи çаврăнура пулни те çителӗклӗ-и? Миçе çул иртсе кайрӗ. Малашлăх çинчен шухăшламасăр ылтăн вăхăта çухатса пытăмăр. ЫЛТĂН ВĂХĂТ Эпир - Чăваш Енре, ун тулашӗнче пурăнакан чăвашсем чӗлхе ыйтăвӗпе пухăнса канашлаймастпăр. Уява-мӗне, Акатуя, Хула кунне - тархасшăн, пурте персе çитеççӗ. Кун пек сăлтавпа тем, килесшӗнех мар. Сайра-хутра пухăнсан та, вырăнтисем пуçлаççӗ пӗр-пӗрне мухтама, регионсенчен килнисем тытăнаççӗ хăйсем мухтанма... Шел пулин те, ЧНК канашӗн юлашки пухăвӗ çавнашкалтарах иртрӗ те. Чӗлхе ыйтăвӗ мӗнлерех пулни, шкулсенчи лару-тăру - нумайăшне «по-барабану». Мӗншӗн тесен хитре наци кӗписем тăхăнса юрласа-ташласа вăхăта ирттерни - культурăна упрас тивӗçе туллин пурнăçлани тесе шутлаççӗ вӗсем. Çӳреççӗ вара тӗрленӗ аркăллă карчăксем уявран уява наци чысне хӳтӗлесе. Çамрăксем вара? Çамрăксем - ташлаççӗ. Ташлама ăна, чăвашла тум­лантарсан, афроамериканеца та таш­латтарма пулать. Шурă ӳтлӗ çынна тумлантарсан, куракан вăл чăвашах тесе шутлама тытăнать. Курмăшлăха чарма та кирлӗ мар - илемлӗ вӗт! Çапла «Чăвашлăха аталантаратпăр! Медаль парăр!» тесе ним мар 50 çул сиккелесе çӳреме пулать. Вăхăт урхамахне кăна чараймастăн. ЛИТЕРАТУРĂСĂР ФИЛОЛОГ Класри ачисене чăвашла калаçтарайман чылай учитель уçă уроксене çапла ирттерет - ташлаттарать! Вырăсла çакна «подмена понятий» теççӗ. Хăшӗсем пенсие тухиччен çак «маскарада» тытса пыраççӗ. Шкулта урай çăвакансем те Шупашкара кайса филолог дипломне илсе килекен пулсан халăхшăн хăрама тытăнтăм. Хăть мӗн те пулин пӗлинччӗ! Эсир Чăваш патшалăх университечӗ юлашки 2-3 çул хушшинче вӗрентсе кăларнă чăваш чӗлхипе литература специалисчӗсене сочинени çыртарса курнă-и? Эпӗ куртăм... Ман шутпа, Сервантес, Гюго, Голсуорси е Дюма мӗн çырнине пӗлмен студента филолог дипломне пама юрамасть, вăл кашни лекцире малти парттăра итлесе ларнă пулсан та. Мӗншӗн тесен тӗнче литературине пӗлмен филологсем вӗрентме, укол тăва пӗлмен тухтăрсем сиплеме, çулпа çӳрес правилăсене пӗлмен шоферсем руль умне ларма, йӗрке мӗнне пӗлмен çынсем тăнăçлăха сыхлама тытăнсан - эсир хăвăр кăравул кăшкăрма тытăнатăр. Туятăр-и, ӗç-пуç кун пек каяс пулсан, патшалăх арканăвӗ патне çитесси те инçе мар. Çавăнпа та пӗлӳсӗр çынна «вӗреннӗ» теме асăрханмалла. ХĂВАТ ПӖТМЕН-ХА Статистика тăрăх, Тутарстанра паян 98 шкулта чăвашла вӗрентеççӗ. Ульяновск, Самар, Оренбург, Чулхула облаçӗсенче миçе? Пушкăртстанра? Ку сферăра пирӗн проблемăсем - мăй таран, тен, нумайрах та. Эпир шав юрлатпăр. Йывăрлăхсене уйрăмшарăн татса парас хăватсене çухатрăмăр ӗнтӗ, пӗрле кăна татса пама пултаратпăр. Тата чӗлхе проблеми çинчен калаçнă чухне Тутарстан, Пушкăртстан, Чăваш республикисен, Ульяновск облаçӗн чӗлхепе ӗçлекен представителӗсене уйрăм пуçтармалла. Мӗншӗн тесен ку регионсенче предмет пек вӗрентеççӗ-ха чăваш чӗлхипе литературине. Çак ылтăн тупрана çухатас марччӗ. Самар, Оренбург, Тюмень, Чулхула, Саратов, Мускав, Санкт-Петербург, Челябинск, Севастополь тата ытти регионсемпе хуласенче тăван чӗлхене факультатив тата вырсарни шкулӗ шайӗнче вӗрентекенсене уйрăм пухмалла. Вӗсен методикисем расна. Тен, çавăн чух кăна пăтранчăк шывран çăрăлса тухма пултарăпăр эпир. Анчах та Тутарстанри чăваш педагогӗсене квалификацине ӳстерме Шупашкара кайма та хальхи вăхăтра çăмăл мар. Республикăри Вӗрентӳ министерствинчен патшалăх заказне илсе учительсене хушма пӗлӳ паракан Вӗрентӳ институчӗ курссене Хусанта çеç ирттересшӗн. Виç-тăватă çул çапла турӗ те. Укçа уйăрас ыйту та юлашки вырăн йышăнмасть-тӗр кунта тесе шутлатăп. Анчах тепӗр çул урăхларах пуласса шанас килет. Мӗншӗн тесен чăваш учителӗсен конференцийӗн­че ку ыйтăва тӳре-шара умӗнче çивӗч тăрат­рăмăр. МӖН ТĂВАЯТПĂР? Мӗн тăваятпăр эпир ку чухне? Тăван рес­публика пулăшаймасть пире, пуç­лă­х­сене ик айкки те тăвайкки пула пуçларӗ. Тӗрӗссипе вӗт, кун пек лару-тăру пирӗн кăна мар, çармăссем те, удмуртсем те, тутарсем те ют чӗлхесен витӗмӗпе пăтрашăннине сисетпӗр. Самани çапла, глобализаци теççӗ. Çапах та ăна хирӗç тăмалли е хамăр майлă çавăрмалли мелсем пурах. Чӗлхепе усă курмалли çӗнӗ меслетсем кăна тумалла. Чи кирли - аталану урăх чӗлхепе çеç пулса иртнипе çыр­лахмалла мар. Ӗçсем йывăр мар, хушма укçа та ыйт­маççӗ. Ак, калăпăр, андроид смартфонсем çине чăваш шрифтне лартасси. «Плеймаркетран» Anysoftkeyboard приложение уçласа (скачать туса) илӗр, ăна телефонăрти раскладка вырăнне лартăр, унтан çавăнтах Chuvash Android Keyboard приложение скачать туса лартăр. Питӗ ансат çак процедура. Анчах та пуçламăш класс вӗрентекенӗ те, ачасене вăтам класра чăваш чӗлхине вӗрентекен те çак ӗçе тумасть, ун çинчен пӗлекен педагогсем те сайра. Мӗншӗн тесен вăл хăнăхтару-вӗрентӳ программинче çук. Ан пултăр. Переменăра тăвăр! Министерство çакна тума ерçӳ çитериччен тата пӗр пилӗкçуллăх иртсе каять-ха, эпир вара лару-тăрăва улăштарса ӗлкӗреетпӗр. Телефонсемпе усă курса ачасем чă­вашла СМС çырма вӗренччӗр, социал­лă сетьсенче пӗр-пӗрин хушшинче чă­вашла çырма тытăнччăр. Çак хатӗрсемпе усă курса шкулта конкурссем, викторинăсем, вăйăсем ирттерӗр. «Ватсапра» чăвашла калаçакан ушкăнсем тăвăр. Чăваш центрӗсен активӗсене, ертӳçисене явăçтарăр çак ӗçе. Шаккаса, тӗрӗслесе тăччăр. Ачасен телефонӗсене чăвашла шрифт кӗртесси уйрăм ялта е районта наци идейине çаврăнсан çитӗнӳсем те хăйсене нумай кӗттермӗç. Эпир куратпăр вӗт паян ачасем телефон ăшӗнче «пурăннине». Апла пулсан вӗсене тăван чӗлхе кӗрсе шăнăçмаллах. Вăл çӗнӗ ăрăвăн пурнăçне кӗрекен кашни çӗнӗ гаджет (электронлă хатӗр) ăшӗнче пулмалла, ун чухне чӗлхе çухалмасть, пурăнаять. Атьăр, туса пăхар? ЧӖЛХЕ ТУРРИ Пӗлтӗр кӗркунне Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче командировкăра пултăмăр. Аван ял, аталанать, çыннисем тăрăшуллă, 100 проценчӗпех чăвашсем темелле. Унта Чăваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов çуралнă. Мăнаçланаççӗ ентешӗсем унпа. Чей ӗçме вырăнти ача садне илсе кӗчӗç. Хайхи лараççӗ шăпăрлансем выляса, 30-ăн та пур-тăр. Эпир кӗнине курчӗç те воспитательсем: «Ачасем, мӗн темелле-ха?» - тесе ыйтрӗç. Лешсем садиксенче калама хăнăхтарнă пек харăссăн, хăпартланса: «Иссенмэсэз!» тесе хучӗç. Чӗре лăс кайрӗ... Нумайччен шухăшласа çӳрерӗм çакăн хыççăн. Çырмалла-и, тен, çырмалла та мар çак статьяна? Пӗлекен çын пӗлет ӗнтӗ вăл ку йывăрлăхсем çинчен эп каламасăрах, пӗлес теменнишӗн - ик айкки те тăвайкки. Мӗн тепӗр хут çынсен чӗрисене ыраттармалла? Хăш-пӗри кун çинчен шутламасть те вӗт. Пурăнать мӗнле пурăннă (пултарнă) пек. Тен, чăваш çӗршывӗ умӗнче паян урăхларах çивӗч ыйтусем тăраççӗ?.. Чăвашсен христианство йышăниччен туррисем нумай пулнă, 77 теççӗ: шыв турри, вăрман турри, хир турри, çумăрăн, çилӗн, вутăн тата ытти те. Пире пăрахса кайса хурлăх ан кӳччӗр тесе вӗсене йывăçран е тăмран ăсталанă чухне - кутамас кӗлеткеллӗ, кӗске ураллă тунă. Калаçăвăн пуçламăшӗ патне таврăнса çирӗплететӗп: ак ӗнтӗ миçе çул чăваш чӗлхине çăлса хăварассинче ӳсӗм çук пирӗн, хальлӗхе утăм хыççăн утăм каялла кăна чакса пыратпăр. Калăн, авалхи турăсем пăрахса кайнă пире... Тăван чӗлхе турри пулнă тесе çирӗп­летейместӗп (ун чухне унăн кирлӗлӗхӗ пулнă-ши?), анчах та ăна ăсталас пулсан, урасăр тунă пулăттăм. Пиртен ниçта та ан каяйтăр, хурлăх ан кăтарттăр. Шуса тараканнине эпир хăваласа çитеетпӗр-ха тесе шутлатăп.
Владимир Путин паян Федераллĕ Пуху умĕнче сăмах калать, вăл çĕршыври лару-тăрăва хак парать тата малашнехи задачăсем çинчен каласа парать. «Манежа» министрсем, сенаторсем, депутатсем, губернаторсем, дипломатсем, президент администрацин представителĕсем, Верховнăй тата Конституци сучĕсен пуçлăхĕсем пухăннă — пĕтĕмпе 1300 яхăн çын. Раççей тата ют çĕршывсен массăллă информаци хатĕрĕсен 900 журналисчĕ аккретидаци илнĕ. Президент çырăвне яланах нумай çын тимлет. Первый канал президент выступленине тÿрĕ каналпа кăтартать, унта темиçе корреспондент ĕçлет. 1tv.ru Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Юпан 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш наци конгресӗн 11-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ иртрӗ. Унӑн ӗҫне ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, регионсенчен килнӗ йӑхташӑмӑрсем, чӑвашлӑха аталантарассишӗн тӑрӑшакан хастарсем хутшӑнчӗҫ. Кун йӗркинче — конгресӑн юлашки вӑхӑтри ӗҫ-хӗлне тишкерсе хак парасси, малашлӑх тӗллевӗсене палӑртасси. ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 29 ҫул хушшинче ЧНК чӑваш халӑхне пӗрлештерес, чӑваш чӗлхи, юрри регионсенче те хӑватлӑ янӑратӑр тесе нумай ӗҫ тунине палӑртрӗ. Малашне те чӑваш халӑхӗн маттур ывӑл-хӗрӗ харсӑр та хастар, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшса ырӑ ӗҫсем тӑвассине шаннине пӗлтерчӗ. Чӑвашлӑхшӑн чунне парса тӑрӑшакан чи хастаррисене тӗрлӗ наградӑсемпе чысларӗ. ЧНК президенчӗ Николай Угаслов конгресӑн 2017-2021 ҫулсенчи ӗҫӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Докладра вӑл ҫивӗч ыйтусене хускатрӗ. Сӑмахран, шкулсенче чӑваш чӗлхи сехечӗсен шучӗ чакни, чӑвашла вӗрентӳ пособийӗсем ҫителӗксӗрри, ашшӗ-амӑшӗ ачисене тӑван чӗлхепе калаҫтарманни пирки пӑшӑрханса каларӗ. Ҫавӑн пекех ытти регионсенчен килсе ҫитнӗ делегатсем те тухса калаҫса хӑйсен шухӑшӗсене палӑртрӗҫ. Питӗртен килнӗ Валериан Гаврилов, Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева, Екатеринбургри Ольга Ергунова тата ыттисем те чӑвашлӑха аталантарас тӗлӗшӗпе еплерех ӗҫленине каласа пачӗҫ, конгресс ӗҫне хак пачӗҫ. Ҫавӑн пекех Чӑваш патшалӑх вӗренӳ институчӗн ертӳҫи Юрий Исаев та тухса калаҫса Чӑваш чӗлхине вӗрентессипе республикӑра мӗнле ӗҫленине тишкерчӗ. Аслӑ Пухура малалла конгреса ертсе пыма президента суйларӗҫ.. Яваплӑран та яваплӑ тивӗҫе туса пыма Валерий Клементьева шанса пачӗҫ. Пӗрремӗш вице-президент пулма регионсем хушшинче ӗҫлекен организацие 8 ҫул тивӗҫлӗ шайра ертсе пынӑ Николай Угаслова ҫирӗплетрӗҫ. Унсӑр пуҫне тата пилӗк вице-президент суйларӗҫ: Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем — Олег Мешков, Валерий Антонов, Юрий Зорин, Павел Вязов предприниматель, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсен ертӳҫи Олег Мустаев. Аслӑ форумра ЧНК Мӑн Канашне пурӗ 95 хастара суйларӗҫ, вӗсенчен 31-ӗшне президиум пайташне кӗртрӗҫ. Президиум кулленех ӗҫлекен орган. Чӑваш наци конгресӗ малтанхи пуян опыта усӑ курса, ҫӗнӗ вӑйпа, хӑватлӑн ӗҫлесе каясса шанас килет. Зоя Яковлева. Рубрика: ХыпарсемАвтор: admin 24.10.2021 Оставить комментарий Автор: admin Навигация по записям ПредыдущаяПредыдущая запись:Аслӑ Пухӑва тӳрӗ эфирта курма пулать!!!СледующаяСледующая запись:ЧНК ҫӗнӗ президенчӗ тӳрӗ эфирта
Семен Сергеев хресченпе фермер хуçалăхне 12 çул каялла пуçарса янă. Пушкăрт патшалăх аграри университетӗнчи (ППАУ) экономикăпа права факультетĕнчен вĕренсе тухнăскер хăй пĕлĕвне ял хуçалăхĕнче пурнăçа кĕртме шут тытнă. Ăçта çуралнă‚ çавăнтах кирлĕ пулнă тесен те юрать. Çак ӗçе пуçласа яма çăмăл пулман. Çав вăхăтра уншăн пӗлтерӗшлӗ тата кирлĕ ĕçе йӗркелеме Семен Михайловичăн 40 гектар çĕр çеç пулнă. Паянхи кун вăл 900 гектара çитнĕ. Техникăпа пурлăх бази те пуян: «Вектор-410» тырă вырмалли комбайн‚ К-700 тата виçĕ МТЗ тĕрлĕ модификациллĕ тракторсем (вĕсенчен иккĕшĕ навигаци системипе), ЮМЗ‚ икшер ДТ-75 тракторпа ЗИЛ автомобиль пур. Пухса илнĕ тыр-пул тухăçне упрама икĕ склад ăсталанă. Кăçалхи кĕр акинче хуçалăхра пуçласа кĕрхи тулă акнă. Асăннă культура валли 70 гектар çĕр уйăрнă. Семен Михайлович каланă тăрăх‚ кăçал вĕсем çурхи тулăпа урпа‚ йĕтĕн пуçтарса илнĕ. Вĕсен тухăçĕ гектартан 10‚ 17 тата 8 центнерпа танлашнă. Пурĕ 290 гектар çĕр çине лартнă хура тула, хĕвел çаврăнăшĕпе сахăр кăшманне пуçтарса илнĕ. Кăçалхи тухăç çине çанталăк условийĕсем пысăк витĕм кÿнĕ. Çакна Семен Сергеев фермер та палăртать. КФХ пуçлăхĕ ял хуçалăх культурисене ÿстернĕ чух агрономи технологийĕсемпе усă курать‚ анчах çанталăка хирĕç тăма çук. Яланах кунта ĕçлекенсем - тăваттăн. Вĕсем пурте Эрĕнпур облаçĕнчен. Елена Сергеева бухгалтер - КФХ пуçлăхĕн тăван аппăшĕ. Вăл ППАУран вĕренсе тухнă. Семен Михайлович практикантсене те хапăл туса кĕтсе илет. Сăмахран‚ кăçалхи вырмара Хурамал каччисем, Николай Павловпа Семен Ванюшин, Пелепейри механизаципе электрофикаци колледжĕн Ермеккейри филиалĕн студенчĕсем вăй хунă. Ертÿçĕ хăй те кирек мĕнле ĕçе тума ăста‚ тĕрлĕ техникăпа та çÿреме пултарать. Анчах та пĕр-пĕрне пулăшмасăр ĕç кал-кал каймасть. Хăш-пĕр чух çĕмĕрĕлнĕ техникăна та пĕрле тÿрлетеççĕ. Кредит илме васкамаççĕ, мĕншĕн тесен ку пулăмăн хăйĕн тÿнтер енĕ пур. Паянхи кун хресченпе фермер хуçалăхӗн пуçлăхне пуçтарса илнĕ тухăçа ăçта вырнаçтарасси шухăшлаттарать. Тăкакланă укçа-тенкĕ каялла таврăнĕ-ши? Тавар хакĕ мĕнле пулĕ? Çакна, паллах, вăхăт кăтартса парĕ. Апла пулин те, ниме пăхмасăр, Семен Михайловичăн малашлăх планĕ пысăк. Надежда ПОПОВА. Ермеккей районӗ, Хурамал ялӗ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Пушкăртстан аналитикĕсем апат-çимĕç таварĕсен хакĕсене пичетленĕ. Рейтинг тăрăх, январь уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен уйрăмах чĕрĕ апат-çимĕç хакĕсем ÿсни паллă. Пушкăртстан аналитикĕсем апат-çимĕç таварĕсен хакĕсене пичетленĕ. Рейтинг тăрăх, январь уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен уйрăмах чĕрĕ апат-çимĕç хакĕсем ÿсни паллă. Пысăк хăвăртлăхпа хăяр хаклăланнă, вăл 12,6% ÿснĕ. Иккĕмĕш вырăнта помидор – 5,5%, виççĕмĕшĕнче купăста -4,5%. Унтан вермишель – 2,5%, ачасем валли хатĕрленĕ улма-çырла консервисем – 2,2% тата пуçлă сухан – 2,1% тăраççĕ. Çавăн пекех специалистсем çăкăр хакĕ кăшт çеç (-0,02%), хуратул кĕрпи (-0,03%), хăйма (-0,1%) чакнине палăртнă. Ытти апат-çимĕçпе танлаштарсан ытларах печени хакĕ 2,2% йÿнелни паллă. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Пӗлтӗр кӗркунне октябрь уйăхӗнче Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел, Акрель тата Лагерка ялӗсене чăваш нацирадио ятарласах авалхи чăваш юррисене çыртарма килнӗ. Çавăн чухне çарăмсансем пуçласа илтнӗ те «Иксӗлми çăлкуçсем» фольклор ушкăнӗсен радиоконкурсӗ пирки. Хутшăнма сӗнсен вара тӳрех репетицисене пуçăннă. «Чăвашрадио ӗçченӗсем пӗлтӗр октябрьте пирӗн патра рет юррисенчен Çăварни юррине çыртарса кайрӗç.... ❮ ❯ Пӗлтӗр кӗркунне октябрь уйăхӗнче Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел, Акрель тата Лагерка ялӗсене чăваш нацирадио ятарласах авалхи чăваш юррисене çыртарма килнӗ. Çавăн чухне çарăмсансем пуçласа илтнӗ те «Иксӗлми çăлкуçсем» фольклор ушкăнӗсен радиоконкурсӗ пирки. Хутшăнма сӗнсен вара тӳрех репетицисене пуçăннă. «Чăвашрадио ӗçченӗсем пӗлтӗр октябрьте пирӗн патра рет юррисенчен Çăварни юррине çыртарса кайрӗç. Унтан çӗнӗ хăта юррине юрласа патăмăр. Çӗнтереетре, çук-и радиоконкурса пурпӗр хутшăнăр тесе йыхăрчӗç, - пӗлтерчӗ Лагерка Культура çурчӗн илемлӗх ертӳçи Зоя Ивановна Ларионова радиоконкурса хăйсем мӗнле лекни пирки. Аса илтеретпӗр, Шупашкарти Трактор тăвакансен Культура керменӗнче февралӗн 3-мӗшӗнче иртнӗ «Иксӗлми çăлкуçсем» радиоконкурсăн финалне Çарăмсан районӗнчен харăсах виçӗ ансамбль кайрӗ. Тăваттăмӗш хут иртекен конкурса Чăваш Ен, Пушкăртстан республикисенчен, Оренбург облаçӗнчен тата Тутарстанран пурӗ 23 фольклор ансамблӗ хутшăнчӗ. Акрелти «Çăлкуç» ансамбль иккӗмӗш вырăна тухса дипломпа таврăнчӗ. Лагерккăри «Шăнкăрав» ансамбль те конкурсра хăйӗн пултарулăхне Чăваш Енри фольклор ушкăнӗпе тупăшса кăтартрӗ. Малти вырăнсенех йышăнаймарӗ пулин те, тулли кăмăл-туйăмпа таврăнчӗ. Çакăн пек шайри пӗрремӗш радиоконкурс пулчӗ вăл вӗсемшӗн. Çӗнӗ хăта юррипе Чăваш Енри пӗр фольклор ушкăнӗпе тупăшса лагеркăсем 11 балл (чăвашенсем -15) пухнă. «Хамăр патра юрăсене çыртарнă чухне карчăксене йыхăртăм. Вӗсемпе пӗрре те репетици туман, çавăнпа ун чух пит мухтавлах пулаймарӗ. Конкурсра çав тери лайăх пулса тухрӗ. Пăшăрханан, кулянан ӗнтӗ, кун пек конкурссене тухса курман вӗт-ха. Нумай хатӗрлентӗмӗр. Тухса тăтăмăр та, залра пирӗн сасă ян каять. Пӗр енчен сцена çине юрласа кӗтӗмӗр те тепӗр енчен тухрăмăр. Итлесе ларнă пӗчӗк хӗрачасем ах хитре юрларăр та теççӗ пире. Çав тери кăмăла кайрӗ радиоконкурс. Унти фольклор ушкăнӗсене куртăмăр, хамăра кăтартрăмăр. Пирӗн кăтартмалли çав тери нумай. Çавăн пек конкурс, ман шутпа, питӗ кирлӗ япала, мӗншӗн тесен çамрăксем ӗлкӗхи юрăсене, йăласене пӗлмеççӗ. Фольклор ушкăнӗсенче пӗтӗмпех тенӗ пекех ватăсем, çамрăксем сахал. Манăн çак ӗçе çав тери çамрăксене явăçтарас килет, манăçа ан тухчăрччӗ пирӗн юрăсем», - терӗ Зоя Ивановна асра юлнă самантсене аса илсе. Шăнкăравсем хăйсем малти вырăна йышăнма шанăçа çухатмаççӗ-ха, радиоконкурса тепре чӗнсен каятпăрах теççӗ. Палăртса хăварам, Çарăмсан чăвашӗсене ку конкурса кайма район автобус уйăрнă. Вӗсем кун пек пулăшушăн район пуçлăхӗсене тав тăваççӗ.
Акатуя пуçтарăннисене облаç кĕпĕрнаттăрĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Русских, хула Пуçлăхĕ Сергей Панчин, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Владислав Третьяк, Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова, ЧНК президенчĕ Николай Угаслов тата ытти сумлă хăнасем саламларĕç. «Хаклă хăнасем! Акатуй вăл авалтан пыракан уяв. Эпир хамăрăн йăх-несĕлсен ырă йăлине малалла ăнăçлă тăсатпăр. Чĕмпĕр тăрăхне килнĕ май сип-симĕс уйсемпе çарансене курсан чун савăнать. Кунта ĕçчен çынсем пурăнни уççăн курăнать. Хисеплĕ кĕпĕрнаттăр Алексей Юрьевич! Эпĕ сире манăн халăха, чăвашсене хисеплесе сума сунишĕн, вĕсем валли ĕçлеме тата пурăнма хăтлă майсем туса панишĕн чунтан тав тăватăп», — терĕ Акатуй тĕп сцени çинчен Николай Федорович Угаслов. Унтан вăл чи хастаррисене ЧНК Хисеп тата тав хучĕсемпе чысларĕ. Чĕмпĕрти Акатуй чăннипех те кунти чăвашсемшĕн кăна мар, ытти наци çыннисемшĕн, Чăваш Ен тата ытти регионсен чи паллă уявĕ пулса тăчĕ. Кунта 120 тĕрлĕ наци çынни туслăн килĕштерсе пурăнать. Пур халăх ывăл-хĕрĕ те Акатуйра савăнчĕ. Пурĕ праçникре 10 тĕрлĕ лапам йĕркеленĕ: Ача-пăча лапамĕ, çамрăксем валли, «Янра, хуткупăс», Кĕрешу, Наци вăййисен тата ыттисем. Пурĕ 30 яхăн пултарулăх коллективĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Чăваш Енрен уйрăмах пысăк ушкăнсем Елчĕкпе Элĕк районĕсенчен килнĕ, «Сувар», Асамат» тата ытти ушкăнсем те уява çитнĕ. Унсăр пуçне Тутарстан. Самар облаçĕн чăваш юрăпа ташă коллективĕсем савăнăçлă уявра хутшăнма кăмăл тунă. Пурин валли те Акатуйра кăсăклă та усăллă япаласем туллиех пулчĕç. Чăнахах та, чăвашсем ĕçлеме те, савăнма та аван пĕлеççĕ. Çакна Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи Олег Мустаев хăйсен чи маттур хастарĕсене парнесемпе тата Хисеп хучĕсемпе чысланă май палăртсах каларĕ. ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева (авторăн сăнÿкерчĕкĕсем). Рубрика: ХыпарсемАвтор: admin 29.05.2021 Оставить комментарий Автор: admin Навигация по записям ПредыдущаяПредыдущая запись:Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем Мускавран килнĕ пысăк хăнасемпе тата Чăваш Ен ертÿлĕхĕпе тĕл пулчĕçСледующаяСледующая запись:Чăваш наци конгресĕн «Чăваш тĕнчи» хаçачĕн çĕнĕ, çу уйăхĕнчи номерĕ пичетрен тухрĕ
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче). Ҫеҫенхир. Чечен хӗр. Чечен вӑрман. Чечен ача... Чечене хитре, илемле тенӗ пек ӑнланатпӑр. Ҫеҫен тени те мӗне те пулсан пӗлтермест-ши? Пӗлтерет иккен: Ашмарин словарӗнче ҫеҫен — никам пырса кӗмен (вырӑсла — девственный) тесе ӑнлантарнӑ. Ҫав хушӑрах чеченӗн пӗлтерӗшӗ те ӗлӗкрех ҫавӑн пекех пулнӑ. Чечен хӗр — никам тӗкенмен, кӳрентермен хӗр. Чечен вӑрман — ҫын пырса таптаман вӑрман. Апла пулсан, ҫеҫенпе чечен пӗр-пӗринчен пулса кайнӑ сӑмахсем мар-ши? Ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ сӑмах — ҫеҫен, этем патне кайсан вара апла калама юрамасть, «чечен» темелле. Акӑ мӗн тери пуян та тӗпле пирӗн чӗлхе. Хушса калани. Кунта вара Юхма Мишшипе килӗшсех каймастӑп. Чечен тени пӗрре те никам тӗкӗнмен хӗре пӗлтермест. Хӑй сӑмахӗ вара «хитре калаҫакан», «шӗвӗр чӗлхеллӗ» ҫынна пӗлтерет пулас. Тепӗр май каласан, питӗ таса, илемлӗ калаҫакан, япшар чӗлхеллӗ ҫын. В. Егоровӑн та, М. Федотовӑн та — иккӗшин этимологи словарӗсем те ҫавӑнталла кӑтартаҫҫӗ. «Ҫеҫен» сӑмаха вара В. Егоров «ҫеҫ» ӗҫхӗлтен (чечек кӑлар, ҫеҫкелен) пулса кайнӑ тет, М. Федотов вара унпа килӗшесшӗн мар, ҫеҫен-пе чечен пӗр тымарлӑ тесе ӗнентересшӗн. Эпӗ хам вара ытларах В. Егоров версипе килӗшетӗп. Тем тесен те ҫеҫке-пе ҫеҫен пӗр-пӗринчен инҫе мар пуль тетӗп. Чечен-ӗ те, тен, япшар чӗлхеллӗ ҫынпа ҫыхӑнман, ҫеҫен-рен куҫнӑ. Чечек (асӑрхӑр, кунта та тӗпӗ — чеч) — тем тесен те хитре япала, ҫавна май унпа танлаштарса унӑн сӗмӗ хӗр-ывӑлсене те куҫма пултарнӑ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Ăна ЧНКА çумӗнчи «Аталан» çамрăксен пӗрлешӗвӗпе Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ йӗркеленĕ. «Аваллăхран пуçласа паянхи куна» тесе палăртмалла пулӗ чăваш халăх тумтирӗн куравне. Йӗркелÿçӗсем мероприятие ТАССР тата ЧАССР 100 çул тултарнине халалланă. Чăваш халăхӗн тумтирӗн илемне туллин кăтартма тăрăшнă вӗсем. Наци тумӗ чăвашсен пуян та капăр çеç мар, унăн йăла-йӗрке пӗлтерӗшӗ пысăк. Авал кашни çемьен хăйӗн тӗрри, палли пулнă. Тӗрленӗ кӗпе чи малтан хуçишӗн, вырăсла каласан, оберег вырăнне пулнă. Чăваш хӗрупраçӗн, арăмӗн кулленхи куна пӗр кӗпе, хăнана е туя тепӗр тӗрлӗ кӗпе пулнă. Капăрлăхпа кăна уйрăлса тăман вӗсем, чи малтан пулăма кура пӗлтерӗшӗпе. Паллах, паянхи кун эпир çак йăласене тытса пымастпăр, хальхи саманан урăхла ыйтăм. Çапах костюм историне, унăн аталанăвне пӗлни, ăна çитӗнекен ăрусене парса пыни кирлех. Ку пирӗн еткерлӗх, пуянлăх. Çак шухăша тӗпе хурса йӗркеленӗ мероприятие. Сцена çине чи малтан авалхи тумтире тӗпе хурса çӗленӗ костюмсемпе тухнă. Пăлхар тапхăрӗнчен пуçласа хальхи кӗпесем таранччен паллашма пулнă савăнăçлă куравра, çав шутра çамрăксен çӗнӗлле юхăмӗпе те. Тумтир чăвашлăхне палăртассине вӗсем хăйсенле кураççӗ. «Аталан» пӗрлешӗвӗн пайташӗ Ксения Романова, сăмахран, чăваш тӗррине хальхи саманапа çыхăнтарма тăрăшнă. Вăл хатӗрленӗ свитшотсем çинче тӗрӗ, чăн та, çӗнӗлле курăнать. «Аталанăн» ертÿçи Юлия Еремеева та малашне çак енӗпе ӗçлеме кăмăл тунă. Тумтир кăтартăвӗ питӗ интереслӗ иртнӗ. Номерсене хатӗрленӗшӗн «Аталан» пӗрлешӗвӗн ертӳçи Сильвия Чаркинăна тав тумалла. Вăл пулчӗ кăтартăвăн режиссерӗ. Мероприяти тивӗçлӗ лайăх шайра иртнӗ. Вăл Хусанта пурăнакан чăвашсене пӗрле пухăнма тепӗр сăлтав пулса тăнă. «Сувар» хаçатран. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Паянхи кун, социаллă пурнăçпа экономика улшăнăвĕсем тата ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсем аталаннă вăхăтра тăван çĕршыва чун-чĕререн парăнса сыхлама, тӳрĕ кăмăлпа ĕçлеме пултаракан патриотсем кирлĕ. Нумай ашшĕ-амăшĕ ачисене пахалăхлă пĕлӳ пама çеç мар, хăй тĕллĕн ĕçлеме, яваплăха хăнăхтарса çитĕнтерме тăрăшаççĕ. Çавна май шкул саккинченех тĕпренчĕкĕсене кадет класне вĕренме яраççĕ, çарпа ытларах туслаштараççĕ. Унта пĕлӳ пухакансем шкул саккинченех çирĕп те тӳрĕ кăмăллă çитĕнеççĕ. Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулсенче кадет класĕсем пур. Тĕслĕхрен, ку енĕпе пĕрремĕш çул уçаканĕ Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ пулнă. Евгений Николаевич Савельев шкул директорĕ пуçарнипе 2017 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче ачасене çарпа патриотла воспитани парас тĕллевпе пуçласа «Патшалăх çар служби» çул-йĕрлĕ кадет класĕ уçнă. Паянхи кун вĕренӳ учрежденийĕнче 5 кадет класĕ (5 «к», 6 «к», 7 «к», 8 «к», 9 «к»). Классенче 130 ача ăс пухать. Республикăри «Германире тата Варшава договорĕн çĕршывĕсенче службăра тăнă совет çарĕсен ушкăнĕн ветеранĕсен ассоциацийĕ» обществăлла организаци кадет класĕсене куллен пулăшса пырать, тĕл пулусем, мероприятисем йĕркелет. Кадетсем тĕп программăпа ăс пухнипе пĕрле стройпа утма, хĕç-пăшалпа усă курма, хореографи ăсталăхне, хорпа юрлама, ĕçлĕ хутшăнăва çирĕплетме, Тăван çĕршыв историне, спорт туризмне, шывра ишме тата шашкăлла выляма вĕренеççĕ. Вĕсем музейсене, экскурсисене тăтăшах кайса çӳреççĕ. — Евгений Николаевич, ачасене вĕренӳре кăсăклантарма мĕнле майсемпе усă куратăр? — Хамăр ĕçе эпир кашни вĕренекенĕн хăйнеевĕрлĕхне шута илсе йĕркелетпĕр. Пирĕн коллективри педагогсем пурте опытлă. Кадет класĕсенче ĕçлекен учительсем кăткăс лару-тăрури ыйтусене тивĕçлĕ татса пама пултарнипе палăрса тăраççĕ. — Сирĕн шкулти кадетсем тĕрлĕ конкурссене тăтăшах хутшăнаççĕ. Çакăн çинчен каласа парăр-ха. — Кадет класĕсене уçнăранпа пилĕк çул çитрĕ. Çак тапхăрта вĕренекенсем сахал мар çитĕнӳпе палăрчĕç. Районти, республикăри тата пĕтĕм Раççейри ăмăртусемпе конкурссене, смотрсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Республика шайĕнчи «Çĕнтерӳ çăлтăрĕсем» бал ташшисен 6-мĕш фестивалĕнче кадетсем 2-мĕш пулчĕç. 2018 çулта кадетсен тата çарпа патриотла ушкăнсен Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 73 çул, 74 çул çитнине халалланă республикăри «Çĕнтерӳ салючĕ» смотр-конкурссенче 1-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. «Марш победителям! Смотр строя и песни» онлайн-конкурсра та 1-мĕш вырăн йышăнса палăрчĕç. Наградăсене регионсем хушшинчи «Сыны Отечества» офицерсен юлташлăхĕн представителĕсем кадетсем патне илсе çитерчĕç. 2022 çулта 9-мĕш кадет класĕн вĕренекенĕсем çарпа патриотла клубсен, кадет класĕсен, «Юнармия» уйрăмĕсен республика шайĕнчи «Пире çак мире упрама халалланă» фестивальте 15 команда хушшинче 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç. 6 «к» класс кадечĕсем «Чудо-шашки» фестивалĕн районти тапхăрĕнче вĕренӳ учрежденисен командисем хушшинче 1-мĕш вырăн йышăнчĕç, Шупашкар хулинче йĕркеленĕ тупăшура 3-мĕш вырăнпа палăрчĕç. Вĕренекенсен портфолио çулталăк тăршшĕпе спортри, наукăпа практика тата общество ĕçĕсенчи, юрăпа ташăри Хисеп грамотисемпе, Дипломсемпе, Тав хучĕсемпе пуянлансах пырать. Комисси пăхса тухса кадетсене çитĕнӳсемшĕн звани те парать —вице-ефрейтортан пуçласа вице-старшина таран. — Çитес вĕренӳ çулĕнче сирĕн шкулта тата тепĕр кадет класĕ уçăлмалла… — Ашшĕ-амăшĕ ыйтнипе тата ачасен тăрăшулăхне кура 2022—2023 вĕренӳ çулĕнче тепĕр кадет класĕ уçма планланă. Кадет класĕнче ăс пухас шутлă вĕренекенсен вара çирĕп тĕллевлĕ пулмалла. Çак класа сывлăх енчен çирĕпписене тата вĕренӳре лайăх ĕлкĕрсе пыракансене тата тавралăх, математика, вырăс чĕлхи, физкультура предмечĕсемпе тĕрĕслев ĕçĕсем аван çыракансене илеççĕ. Ачасене тĕрĕслев ĕçĕсене ăнăçлă пурнăçласа кадет класĕн вĕренекенĕ пулма, хăйсем умне лартнă тĕллевсене пурнăçлама сунатăп. Палăртса хăвăратăп, ачисене кадет класне вĕренме ярас кăмăллă ашшĕ-амăшĕсенчен заявленисене апрелĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа майăн 18-мĕшĕччен йышăнатпăр.
Вăрмантан вутă çунапа турттараттăмăр, сарайĕнчен те тислĕке çуна çине тиесе кăларнă. Çулла çуна вырăнне икĕ кустăрмаллă урапасем­пе усăланнă. Кивĕ плугсен­чен кустăрмасене хывса илсе е камран-тăр туянса урапа тăватчĕç. Вĕсемпе утă та, вутă та турттаратчĕç. Çунасăр, урапасăр йывăрччĕ. Колхоз ла­шисене памастчĕç, вĕсем кап­ла та сахалччĕ, тата колхозри ĕçсене те тумаллаччĕ. Хĕллехи вăхăтра çутатмашкăн коптилка тăватчĕç. Ку вăл 150-200 мл шăнăçулăх пĕчĕк кĕленче, çиелтен хăю валли шăтăкпа пĕчĕк тимĕр татăкĕ хуратчĕç. Хăю вырăнне мĕнле те пулин çĕтĕк-çурăкпа усăланатчĕç. Çак „лампа” тĕтĕм хытă кăларатчĕ, çавăнпа ăна коптилка тетчĕç. Ялсенче вăрçă вăхăтĕнче ма­газинсем ĕçлеместчĕç. Краççын тупма питĕ йывăрччĕ. Шăрпăк туянма тата йывăртарахчĕ. Камăн та пулин мăрйинчен тĕтĕм тухнине курсан, килĕнче вут хутма вĕри кăмрăк илме кĕретчĕç. Нумайăшĕ шăрпăк вырăнне хурăн кăмпипе (чага) усăланса вут-çулăм кăларма вĕренсе çитнĕччĕ. Ăна шыв­ра вĕретмелле, вăл ватка пек пулса тăратчĕ. Грек мăйăрĕ пысăкăш хытă чула хурçă татăкĕпе çапатчĕç, вут-хĕм тухатчĕ. Хĕлхем ун çине лексен хăвăрт çунма пуçлатчĕ. Çапла табак туртма тата кăмака хутма вут-çулăм кăларатчĕç. Турта­кансем çакăн пек чакмана пĕчĕк енчĕкре хăйсемпе çÿрететчĕç. Тăвар тупма йывăрччĕ. Хăшпĕр чухне урампа тăвар сутакансем çÿретчĕç, ăна ста­канпа сĕнетчĕç, анчах вăл питĕ хаклăччĕ. Çынсем тăвар туянма Стерлитамак хулине хĕлле те, çулла та хĕрĕх километр çуран утатчĕç. Çулла ирпе ирех çула тухатчĕç, килне тăварпа çĕрлене таврăнса çитетчĕç. Хĕлле каç выртмалла каятчĕç. Хуларан 8-10 килограмм тăвара çунапа туртса, çулла 6-8 килограмм ку­тамккапа йăтса килетчĕç. Хĕлле Уфа - Стерлитамак шоссе çулне юр хÿсе каятчĕ, хăшпĕр вырăнта питĕ çÿллĕ кĕртсем пулатчĕç. Кам-тăр Стерлитамака лашапа каятчĕ, çÿресе хывнă питĕ лайăх сукмак пурччĕ, мĕнпур ялти тенĕ пек çынсем унпа тăвар ту­янма утатчĕç. Çуран кайма пул­тарайманнисем тăвара сĕтпе е çупа улăштарса илетчĕç. Выçă, йывăр пурăннине пăхмасăр, халăх фронта пур майпа та пулăшатчĕ. Çулла кашни эрнере яла пухакансем килсе халăхран сĕт, çу, çăм, тир, çăмарта, тырă, çĕрулми тата кивĕ тумтир, пир-авăр пуçтаратчĕç. Пĕр ĕне, тăватă сурăх çеç тытма ирĕк паратчĕç, пĕр ĕнерен 20 кг таран çу памаллаччĕ. Хуçалăхра 2-3 чăх пулсан (нумай усрамастчĕç, çитерме апат çукчĕ), 200-шер çăмарта паратчĕç. Ачасем шкулта мĕнле вĕренни çинчен Вăрçă çулĕсенче шку­ла питĕ йывăр килчĕ, анчах вăл ĕçлетчĕ. Вăрçă пырсан та шкулта ачасем вĕренетчĕç. Уроксем, яланхи пек, ирхи 9 сехетре пуçланатчĕç. Вĕсем расписанипе пыратчĕç. 5-7-мĕш классенче кунне 5-6-шар урок ирттеретчĕç. Хĕллехи вăхăтра пĕрремĕш уроксене ирттерме йывăрччĕ. Классенче çиччĕллĕ е вуннăллă краççын лампи çакăнса тăратчĕ. Пÿлĕмсенче çутă çитместчĕ. Учебниксем çителĕксĕрччĕ, тетрадь, ручка, чернил çукчĕ. Вĕренекенсем пир сумкапа çÿретчĕç. Тетрадь вырăнне кивĕ кĕнекесемпе, журналсемпе усă куратчĕç, вĕсен листисем çине çыратчĕç, задачăсем шутлатчĕç. Чернил вырăнне хăшпĕр чухне хăрăм ирĕлчĕкĕпе усă куратчĕç е ăна хĕрлĕ кăвак тĕслĕ кăранташ хурсинчен хатĕрлетчĕç. Ан­чах ун пек кăранташ тупма йывăрччĕ. Çакна курса, учи­тельсем ачасене доска умне чĕнсе кăларса предложенисене вуласа çыртарттарма, арифме­тика тата алгебра урокĕсенче примерсемпе задачăсене доска çинче шутлаттарма тăрăшатчĕç. Хĕлле классене начар хутатчĕç, вутă перекетлетчĕç. Çулла пурте хирсенче, фермăсенче ĕçлетчĕç, çавăнпа ăна хатĕрлеме çын çукчĕ. Хатĕрленине те вăрмантан турт­тарса тухаймастчĕç, транспорт çителĕксĕрччĕ. Классенче тумтирпе ларатчĕç, кĕçĕннисем çĕлĕк те хывмастчĕç. Шăннă чернила ал тупанне илсе ăшăтатчĕç. Кил­те уроксене коптилка çутипе хатĕрлеттĕмĕр. Краççын пере­кетлеме тăрăшаттăмăр, мĕншĕн тесен ăна тупса пулмастчĕ. Ун чухне краççын тĕксĕм хăмăр тĕслĕччĕ, вăл питĕ хытă тĕтĕм кăларатчĕ. Кăнтăрла урок тума вăхăт пулман, мĕншĕн тесен вăрмана вутта каймаллаччĕ, ăна пĕчĕк çунашкасемпе турттараттăмăр. Е кантăр сÿсĕ тылламаллаччĕ, кисĕппе 1500-2000 хут çапаттăмăр. Килте тĕртнĕ пир тумтирпе çÿреттĕмĕр. 1942 çултанпа вĕренÿ çулĕ октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçланатчĕ, ачасем сентябрьте хирте ĕçлетчĕç, юлнă пучахсене пуçтаратчĕç. Аслă классенче вĕренекенсене (5-7-мĕш клас­сем) яланах колхоза пулăшма тиветчĕ, мĕншĕн тесен кол­хозниксем ĕлкĕрейместчĕç, кĕркунне вара ялта ĕç нумай, сивĕсем пуçланиччен пĕтĕмпе пухса кĕртме ĕлкĕрмелле. Вĕренекенсем сахăр кăшманĕ тата çĕрулми кăларма çÿретчĕç. Вĕсене, яланхи пек, октябрьте çеç кăларса илетчĕç. Хăшпĕр чухне юр ир çăватчĕ, вара пирĕн те çĕрулмине юр айĕнчен пухма тиветчĕ. Шкул ачисем çаплах кĕлтесене капансем патне турттаратчĕç. Ĕç вăйĕ çитмен пирки пăрçана сентябрь­те пухса кĕртетчĕç. Эпир, тăваттăмĕш-улттăмĕш классен­че вĕренекенсем, хирте пăрçа тунисене пухса çÿреттĕмĕр. Пăрçа хирĕ питĕ çумлăччĕ, çумкурăксем пиртен çÿллĕрехчĕ. Анчах эпир пăрçа тунисене тăрăшса шыраса тупаттăмăр, вĕсенчен пысăк мар купасем тăваттăмăр. Унтан вĕсене пухса капана хываттăмăр. Аслă клас­сенче вĕренекенсем (5-6-мĕш классем) хĕлле уроксем хыççăн тата вырсарникун хире каятчĕç, унта кĕреçепе виçĕ-тăватă метр вăрăмăш юр «паккусĕсем» купалатчĕç. Çавна шахмат йĕркипе тумаллаччĕ. Çапла хирте юр тытаттăмăр. Хĕлле кашни вырсарникун тенĕ пек лаша кÿлсе урамсемпе ирт­се тухаттăмăр, ещĕксене кĕл пухаттăмăр. Çак паха удо­бренине колхоз ампарĕсене пушататтăмăр, çуркунне хир­сенче сапалаттăмăр. Вăрçă çулĕсенче хĕвелçаврăнăша ноябрь уйăхĕнче алăпа пухса кĕртеттĕмĕр. Пуçĕсене тат­са ытампа çунашка патне йăтаттăмăр. Хăмаран тунă пысăк валашкара хĕвелçаврăнăшне урапа таптаса иреттĕмĕр. Пулса тăнă массăна сушилкăна илсе каятчĕç. Пуçламăш классемшĕн вĕренÿ çулĕ майăн 20-мĕшĕнче вĕçленетчĕ, 5-7-мĕш клас­сенче вĕренекенсен экза­менсем пуçланатчĕç, вĕсене тăваттăмĕш класран пуçласа памаллаччĕ. Пилĕк предмет­па – вырăс чĕлхи, тăван чĕлхе (сăмах вĕççĕн тата çырулла), арифметика – параттăмăр, çиччĕмĕш класс пĕтерекенсем (çичĕ çул вĕренмелли шкул) – 11 предметпа (вырăс чĕлхи, чăваш чĕлхи (сăмах вĕççĕн тата çырулла), алгебра, гео­метри, физика, истори, СССР Конституцийĕ, географи, зоо­логи). Экзаменсене пурте мар параятчĕç, кашни класран икĕ-виçĕ вĕренекен иккĕмĕш çула юлатчĕ. Вĕренме йывăрччĕ, мĕншĕн тесен учебник­сем çителĕксĕрччĕ. Çавăнпа пире, пиллĕкмĕш клас­ра вĕренекенсене, истори­пе конспект çырма тиветчĕ, 6-мĕш класран пуçласа вара физикăпа, географипе, СССР Конституцийĕпе конспек­тсем çыраттăмăр. 4-7-мĕш классенче музыка, рисовани урокĕсем çукчĕ. Вĕсем вырăнне пуçламăш çар вĕренĕвĕччĕ, эпир унта винтовка затвор­не сÿтеттĕмĕр, противогазпа тĕрĕс усă курма вĕренеттĕмĕр. Кашни вĕренекенĕн килте тунă йывăç винтовка пурччĕ. Эпир çав винтовкăсемпе стройпа çÿреттĕмĕр. „На плечо!”, „К ноге!” тата ытти командăсене пурнăçлама хăнăхаттăмăр. Каш­нин пилĕкĕнчен йывăç кĕреçе тата хăй тунă гранатăсем çакăнса тăратчĕç. Ура çинчен те, выртса та граната ывăтма вĕренеттĕмĕр. Çав йывăç кĕреçепе хĕлле кашни хăйне валли окоп чаватчĕ. Пуçламăш классенче юрă тата рисовани урокĕсем ирттеретчĕç. Ачасем иккĕмĕш класран пуçласа А. Сурковăн „Конармейская”, С. Алымовăн „Партизанская”, М. Попован „Гулял по Уралу Чапаев-герой” юррисене, „Из-за леса, из-за гор вышла ротушка солдат” вырăс халăх юррине юрлатчĕç. Эпир çав юрăсене халĕ те юрлатпăр, манмастпăр. Вăрçă вăхăтĕнче çĕнĕ çул елки лартмастчĕç. 1950-мĕш çулсем хыççăн çеç шкулсенче елка капăрлатма пуçларĕç. 1-мĕш пайĕ: https://aur-vesti-ch.rbsmi.ru/articles/kalavsem/Tilri-patt-rl-h-inchen-643141/ 2-мĕш пайĕ: https://aur-vesti-ch.rbsmi.ru/articles/obshchestvo/Tilri-patt-rl-h-inchen-647848/ Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Çемье тупăшне пăхмасăр, пуçламăш классенче вĕренекен шкул ачисемшĕн апатлану тÿлевсĕр пулма пултарать. Çавăн çинчен „Фейсбукра” хăйĕн страницинче Госдумăн Пушкăртстанран депутачĕ Зариф Байгускаров пĕлтернĕ. Парламентарий районсенчи çынсемпе тĕл пулнă вăхăтра вĕсене ача-пăча апатланăвĕпе çыхăннă ыйтусем канăçсăрлантарни çинчен палăртса каланă. „Хальхи вăхăтра шкулта ачасем тĕрлĕрен апатланаççĕ: пĕчĕк тупăшлă çемьерисем тÿлевсĕр çиеççĕ, теприсем мĕн чухлĕ-тĕр укçа тÿлеççĕ. Ачасене çакна ăнлантарса пама йывăр: мĕншĕн Вася çиме пултарать, вăл вара – çук. Нумай ачаллă, пĕчĕк тупăшлă ашшĕ-амăшĕсем те питĕ нумай документаци пухмалла тесе ÿпкелешеççĕ. Çавна валли вăхăт тата çул çине укçа тăкакламалла”, - пĕлтернĕ депутат. Зариф Байгускаров Госдумăра ĕçтешĕсемпе çак ыйтăва сÿтсе явнă, ăна татса пама пуçламăш классенчи ачасемшĕн апатланăва çемье тупăшне пăхмасăр тÿлевсĕр тумалли çинчен пĕтĕмлетÿ тунă. „Закон проектне ĕçлесе хатĕрлеме РФ Госдума тата Правительство представителĕсенчен тăракан ĕçлĕ ушкăн йĕркелерĕмĕр. Халĕ çĕршыври субъектсене шкул ачисен апатланăвне йĕркелеме федераллă бюджетран пулăшу пама кирлĕ укçа-тенкĕ суммисене шутласси пырать. Закона йышăнассин дати çинчен калама йывăр, анчах та закон проектне кĕрхи сессине кĕртме планлатпăр”, - палăртса каланă вăл. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Эпĕ Пелепей тăрăхĕнчи Гусаркино ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ватă çынсем каласа панă тăрăх, тахçан ĕлĕк-авал пирĕн ял çынни гусарсен полкĕнче хĕсметре тăнă тет. Каярах яла ун ячĕпе Гусаркино тесе ят панă. Ял хăçан пуçланса кайни çинчен информаци питĕ сахал. Пирĕн атте, Иван Константинович Никитин (1919 çулта çуралнă), хăй вилес умĕн (2003 ç.) Гусаркино пуçланса кайнăранпа часах çĕр çул пулать тенĕччĕ. Çавăнпа та эпир ял 1905-1909 çç. пуçланса кайнă тесе шутлатпăр. Эпир мĕн астăвасса аттепе анне ĕмĕрĕ тăршшĕпе колхоз, ял пурнăçне çĕклес тесе тăрăшнă. Атте вăрçăран пĕр урапа çеç таврăннă пулсан та колхоз ĕçĕнчен нихăçан та юлман, пенсие тухнă хыççăн та вăрахчен ĕçе çÿрерĕ. Ача чухне те хура-шурне сахал мар курнă вăл. Асаттепе асаннен çемйинче 12 ача пулнă. Аттен икĕ пиччĕшĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуç хунă. Ытти ачисем ашшĕ-амăшне раскулачит тунă çулсенче пĕчĕклех пурнăçран уйрăлнă. Çав хуйха-суйха пăхмасăр аттепе анне тăван яла çав тери юрататчĕç. Пире те, хăйсен ачисене, тăван тăрăха юратма вĕрентнĕ. Эпир улттăн ÿсрĕмĕр. Пурте тăван ялтан çывăхра пурăнатпăр. Атте-анне çук пулсан та хамăр çуралса ÿснĕ яла час-часах кайса çÿретпĕр. Акă Çимĕк умĕн пĕтĕм ял çынни пĕрле пуçтарăнса пысăк уяв туса ирттертĕмĕр. Çакăн пек мероприяти йĕркелес шухăша халăх ырласа йышăнчĕ. Мĕншĕн тесен Гусаркино ялĕнче çуралса ÿснисенчен нумайăшĕ çурчĕсене сутса тахçанах ялтан тухса кайнă. Яланах килсе çÿреме те майсем çук.Тăван тăрăх вара кашнинех курăнми çипсемпе хăй патне туртать. Çавăнпа та уява килес текенсем нумай пулчĕç: хамăр ялсем, кÿршĕ ялсем, вĕсен ачисем хăйсен çемйисемпе, хăнана килнĕ тăванĕсем, юлташĕсем. Мероприятие ял çыннисем пĕр-пĕринпе тĕл пулнă кун теме те пулать. Халăх пĕр-пĕриншĕн тунсăхласа çитнĕ: хăшĕ кулать, хăшĕн савăннипе куççулĕ те тухать. Пуçтарăннисем урама лартнă сĕтел хушшине ларса пĕр-пĕринпе тăранайми калаçрĕç, иртнине аса илчĕç. Паллах, ташă-юрăсăр та пулмарĕ. Гусаркино ялĕнче пурăнакансене уяв ячĕпе саламлама Çĕнĕ Сименкке ялĕнчи пултарулăх ушкăнĕ, Ключевка ялĕнчи Елисеевсен çемйи килсе çитнĕ. Хăнасемпе пĕрле пуçтарăннисем те юрларĕç, ташларĕç. Çак ялта çуралса ÿснĕ Никитинсен хĕрĕсем те темĕн чухлĕ концерт номерĕ хатĕрленĕ. Валентина Андреева (Никитина) «Нарспи» поэмăн тăваттăмĕш пайне пăхмасăр илемлĕн каласа пачĕ. Халăх пурте лайăх пĕлекен, анчах тахçанах тăван чĕлхепе вуламан поэмăна сывламасăр тенĕ пек итлерĕ. Çак йĕркесен авторĕ (Елена Никитина, хĕр чухнехи хушамачĕ) уява ертсе пыраканĕ пулчĕ. Вĕсен аслă пиччĕшĕ Сергей Никитин купăс каласа савăнтарчĕ. Уяв çÿллĕ шайра иртрĕ. Ун хыççăн ял çыннисен пуçарăвĕпе 80-мĕш çулхисен дискотеки пуçланчĕ. Пуçтарăннисем çур çĕр иртсен çеç тулли кăмăлпа килĕсене саланчĕç. Мероприятие йĕркелесе ирттерме пулăшнă Борисовсен, Портновсен, Алексеевсен çемйисене, ял çыннисене, уява хутшăнма кăмăл тунисене пурне те ăшшăн тав тăватпăр. Елена ЕФРЕМОВА, Гусаркинăра çуралса ÿснĕскер. Пелепей тăрăхĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Ÿте çемçетме тата хĕвел витĕмĕпе кĕрешме ахаль хăймаран лайăхрах хатĕр çук! Вăл ÿте хăвăрт сăрхăнса кĕрет, икĕ сий сĕрме те юрать. Унтан пите çумалла та ахаль крем сĕрмелле. Çÿç Çăмарта сарри тата пыл хушнă кефир, олива çăвĕпе сăра, хăйма е А тата Е витаминсемпе (аевит капсулисем) майонез çÿç валли ма­ска пулма пултараççĕ. Апат-çимĕçрен хатĕрленĕ маскăна пÿлĕмри температурăллă шывпа çуса ямалла, çÿçе – шампуньпе. Алă Садра перчеткепе çеç ĕçлемелле! Чĕрне йĕри-тавра хура йĕре тĕрĕсленĕ мелпе тасатмалла: вата патакне (ватная палочка) 3 процентлă водород перекиçĕпе йĕпетмелле, çакăн хыççăн мани­кюр пилкипе тасатса илмелле. Алăсене кĕпе супăнĕпе çумалла, çуллă крем сĕрмелле. Услам çăвĕ хушнă çĕрулми пĕçернĕ шыв çуркаланнине тата пĕчĕк сурансене пĕтерме пулăшать. Ура Алăсене йĕпетнĕ пекех перекиçпе йĕпетмелле. Хытса кайнă ура тупанне ятарлă чĕрне хăйрипе типĕлле ĕçлесе тухмалла. Урасене теркăланă икĕ кашăк кĕпе супăнĕ тата икĕ кашăк водород перекиçĕ хушса хатĕрленĕ шывра тытмалла. Пысăкрах эффект пултăр те­сен, пемзăна малтан типĕ супăнь сĕрмелле. Крем вырăнне абрикос, амарант е кантăр çăвĕ илме юрать. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Пушкăртстанри Шалти ĕçсен министерстви полици ĕçченĕсен тата вĕсен ертÿçи тĕлĕшĕпе служба тĕрĕслевĕ йĕркеленĕ. Ăна ирттерме Пушкăртстан Республикинчи шалти ĕçсен министрĕ Роман Деев хушу панă. Полици ĕçченĕсем ĕçре ÿстерччĕр тесе наркотик хунă Паян‚ июль уйăхĕн 22-мĕшĕнче‚ темиçе ушкăнра Ĕпхÿри икĕ полици ĕçченĕ айăпсăр çынсем патне юри наркотик хуни çинчен информаци сарăлнă. Вĕсем çак киревсĕр ĕçе службăра ÿстерччĕр‚ преступленисене уçса парассипе çыхăннă статистикăна пысăклатас тесе тунă. - Тĕрĕслев кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн айăпа кĕнĕ çынсене ĕçрен хăтарма тата явап тыттарма йышăну тăвĕç‚ - тенĕ ПР Шалти ĕçсен министерствинче. Ирида НОВИКОВА. Автор:Ирида Матниязова Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Манăн калавăн геройне Владимир Смолов тесе чĕнеççĕ. Унччен вăл педагог та, вăтам шкул директорĕ те, район администрацин вĕрентÿ пайĕн инспекторĕ те пулнă. Çитĕннисем те, пĕчĕккисем те ăна хисеплесе ашшĕн ячĕпе чĕнеççĕ — Владимир Анатольевич. Юманлăх ятлă пĕчĕк ялта çуралса ÿснĕ каччă пĕлÿ тĕнчине кантăк каснă. Малтан тăван ялти кĕçĕн классен шкулĕ. Унтан пилĕк километр инçĕшре вырнаçнă Ермолкинти шкулта сакăр класс. Шкул çулĕсенче Володя РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ А.В. Иванов ертсе пыракан моделировани кружокне кăмăлланă. Вĕренекенсем хăйсен аллисемпе тунă ракетăсен макечĕсене Мускаври ВДНХра тăратнă. Володя интеллигентсен çемйинче ÿснĕ: ашшĕ Анатолий Петрович вĕрентекен пулнă, амăшĕ Тамара Даниловна — фельдшер. Ялта ÿснĕ кашни ача пекех вăл мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ, чернил ручкăпа тата тĕкпе керосин лампин çутипе килти ĕç тунă, кăмака хутнă. Шкул вĕренсе пĕтернĕ хыççăн арçын ача ашшĕн çулĕпе кайнă — 1974 çулта Пелепейри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Вĕрсе каламалли оркестра çÿренĕ, баян каланă, занятисем хыççăн Пелепейри искусствăсен шкулне кайма та вăхăт тупнă. Диплом алла илнĕ хыççăн çамрăк специалист Владимир Смолов сакăр çул вĕренмелли тăван ялĕнчи шкулта музыка, ÿкерÿ, географи тата ÿт-пÿ культурин урокĕсене илсе пыма тытăнать. Салтака кайса килнĕ хыççăн Владимир истори вĕрентекенĕ пулас тĕллевпе Пушкăрт Патшалăх университетне вĕренме кĕрет. Хăйĕн ĕçлĕ çул-йĕрне Владимир Анатольевич республикăн Аургазă районĕнчи шкулта малалла тăснă. Хастар пурнăç позициллĕ çынна Таштамакри вăтам шкулта директорăн вĕрентÿ пайĕн çумĕн должнăçне шанса панă. 1987 çулта пуçаруллă педагога Наумкинти вăтам шкулăн директорĕ пулма сĕнÿ тăратнă. Ют çĕрте епле лайăх пулсан та, çынна тăван çĕршыв яланах хăйĕн патне туртать. 1989 çулта ăна Пишпÿлек районĕнче вĕрентÿ пайĕнче инспектор пулса вăй хума тытăннă. Истори, çар ĕçĕ, ĕç вĕрентĕвĕ, ÿт-пÿ культури, ОБЖ дисциплинисен кураторĕ пулнă. Çав вăхăтрах «Çутă çул» хаçат редакцийĕпе ĕçленĕ, шкул пурнăçĕ çинчен статьясем, тĕрлĕ темăпа сăвăсем çырнă. Пултарулăх çулсерен ытларах хăйĕн патне туртнă. Çавна пула та вăл 2006 çултанпа «Çутă çул» хаçат редакцинче корреспондент пулса тăрăшать. Хыçалта — пин километр, çĕр ытла çырса тултарнă блокнот, темиçе çĕр тĕлпулу. Çак вăхăт тăршшĕнче Владимир Анатольевич район пурнăçне лайăх пĕлсе çитнĕ. Вăл хăйĕн статйисенче ялсен пурнăç таппăмне сăнласа парать. Коллективра Владимир Анатольевич Смолова хисеплеççĕ. Вăл çынсемпе çăмăллăн пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Опытлă корреспондентăн тата пысăк чунлă çыннăн пуян чĕлхепе çырнă статьисем «Урал сасси», «Республика Башкортостан», «Кызыл тан» хаçатсенче, «Ветеран», «Панорама Башкортостана», «Сельские узоры» журналсенче пичетленнĕ. Владимир Анатольевичăн ĕçĕсене чылай дипломсемпе, Тав хучĕсемпе палăртнă. 1994-мĕш çулта Владимир Смоловăн «Çĕмĕрт çеçки» кĕнеки çутта тухнă, 1996 çулта вăл «Хавхалану çăлкуçĕсем» регионсем хушшинчи фестивалĕн лауреачĕ пулса тăнă. Владимир Анатольевич Ирина Садулевна мăшăрĕпе виçĕ ача ÿстереççĕ. Андрей ывăлĕ Уфара пурăнать, спортпа гостиница комплексĕн директорĕн çумĕ пулса ĕçлет, Наталья хĕрĕ — «Парус» физкультурăпа сывлăха тĕреклетмелли комплексра администратор, Елисей ывăле пĕрремĕш класа кайма пуçтарăнать. Смоловсен кил картийĕ чечек айне путнă. Çуллахи ăшă каç çамрăклăха аса илтерет, алла баян тытма хистет. Тулта вара 60-мĕш çулла. Поэтăн чунĕнче яланхи çуркунне пултăр… Анвар СУЛЕЙМАНОВ, журналистика ветеранĕ, Тутарстан Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Фатих Карим, Динис Буляков ячĕллĕ премисен лауреачĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II Пурнăçа улшăнусем кӗртме вăхăт çитнӗ, сăмахран, кăмăла кайман ӗçе пăрахма е юратман çынпа хутшăнусене татма. Ку чухне юлташсем тӗрев парӗç. Спортпа аппаланни сывлăхăра çирӗплетӗ. Хăвăра пăхма пуçлани мăшăрăра та килӗшӗ. ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III Çак кунсенче çав тери хаклă япала туянас шухăш çуралать. Анчах васкамалла мар,... ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II Пурнăçа улшăнусем кӗртме вăхăт çитнӗ, сăмахран, кăмăла кайман ӗçе пăрахма е юратман çынпа хутшăнусене татма. Ку чухне юлташсем тӗрев парӗç. Спортпа аппаланни сывлăхăра çирӗплетӗ. Хăвăра пăхма пуçлани мăшăрăра та килӗшӗ. ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III Çак кунсенче çав тери хаклă япала туянас шухăш çуралать. Анчах васкамалла мар, укçăра перекетлеме хурсан малашлăхшăн лайăхрах пулӗ. Канмалли кунсене юлташсемпе пӗр-пӗр клубра ирттерни усса кайӗ. Анчах алкогольпе иртӗнмелле мар. ТАКА 21.III - 20.IV Çак тапхăрта пулакан сӗнӳсенчен ан пăрăнăр. Вӗсен хушшинче чăнах та лайăххи пулма пултарать. Инçе çула тухассине вара çитес эрнене хăварăр. Çывăх çынсене кирлӗ пулатăр, вӗсен проблемисене эсир кăна татса пама пултаратăр. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Ку эрнере тунă суту-илӳ килӗшӗвӗсем ăнăçлă пулаççӗ. Анчах вӗсене агент пулăшăвӗпе мар, хăвăр тӗллӗн тусан шанчăклăрах. Укçăр пур-тăк килте юсав ӗçӗсем пуçлама лайăх вăхăт. ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI Ку эрнере юлташсемпе хутшăнусене - çӗннисемпе те, тахçанхисемпе те - çирӗплетме тăрăшмалла. Вӗсен пулăшăвӗпе интереслӗ ӗç тупма пултаратăр. Хăш-пӗрисем укçа-тенкӗ лару-тăрăвне çирӗплетес тӗллевпе иккӗмӗш ӗçе вырнаçӗç. Пурнăçăрта пысăк улшăнусем пулӗç. РАК 22.VI - 22.VII Çăлтăрсем кунхинче кăна мар, çитес икӗ эрнере те çывăх пӗлӗшсене те шанма хушмаççӗ. Кăмăлăрпа усă курса улталас текенсем тупăнӗç. Юрату енӗпе йăлт лайăх, хирӗçнӗ мăшăрсем килӗштереççӗ. Çак вăхăтпа юратнă çынпа çыхăнăва çирӗплетме усă курăр. АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII Çак тапхăрта ывăниччен ӗçлемелле мар. Вăй-хал хавшанипе сывлăх та япăхма пултарать. Хăвăра мӗн килӗшнине тума тăрăшăр, сăмахран, творчествăпа интересленни усăллă пулӗ. Юлташăрсемпе тӗл пулăр, вӗсем сире тунсăхланă. ХӖР 24.VIII - 23. IX Ку эрнере юлташсенчен те, тăвансенчен те писме пултаратăр. Проблемăсемпе тӗп ан пулăр, кăштах уçăлма тăрăшăр. Ӗç нумай пулнипе те кăштах манăçма пулӗ. Хăвăра ӗçчен те пултаруллă енчен кăтартсан пуçлăхсем çакна тивӗçлипе асăрхӗç. ТАРАСА 24.IX - 23.X Питӗ те ырă тапхăр, вăй-хал çăлкуç пек тапса тăрать. Энергие çемьепе юратнă çынсем çине ярсан лайăх пулӗ. Сывлăха çирӗплетес тесен, уçăлса çӳрӗр. Çулçӳревсем ăнăçлă пулаççӗ. СКОРПИОН 24.X - 22.XI Ку эрнере ӗçре должноçпа ӳсме, кӗтмен çӳлçӳреве тухма е пулас савнипе тӗл пулма пултаратăр. Хăшӗ-тӗр пулатех. Тавлашусене ан хутшăнăр, кайран мирлешме йывăр пулӗ. УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII Çемьепе ӗç хушшинче суйлав тума тивет. Çемьене тимлӗх çитмест, пуçлăх вара сирӗн ӗçре пулмалла тесе шутлӗ. Мӗн кирлӗреххине хăвăр шутлăр. Ачасем хăйсен çитӗнӗвӗсемпе савăнтарӗç. Мăшăрăр вара пачах та хирӗçле - проблемăсене татса парас теменнипе, наянлăхпа кăмăлăра пăсӗ. ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I Канăçсăр вăхăт çывхарать, уйрăмах пуçлăх вырăнне йышăнакансемшӗн. Лăпкăлăхпа çывăрасси пирки вăхăтлăха манма тивӗ. Эрне варринче кӗтмен хыпар илтетӗр. Малтанласа ăна çивӗчрех йышăнатăр та, кайран шухăшăра улăштарма тивӗ. Нумай ан çийӗр.
Тӗлӗнмелле хыпарсемпе тулать юлашки кунсенче интернет. Паян кăна Алексей Шадриков юрăçа «Чăваш Республикин культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ята пани çинчен пӗлтӗмӗр. Çакăн çинчен калакан хушăва ЧР Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев мартăн пӗрремӗшӗнчех алă пусса çирӗплетнӗ иккен. Мӗнех, кăмăллă хыпар. Савăнтараканни. Алексей Шадриков Алексей Московский пекех, 2000 çулсен пуçламăшӗнче Вячеслва Христофоровăн... ❮ ❯ Тӗлӗнмелле хыпарсемпе тулать юлашки кунсенче интернет. Паян кăна Алексей Шадриков юрăçа «Чăваш Республикин культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ята пани çинчен пӗлтӗмӗр. Çакăн çинчен калакан хушăва ЧР Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев мартăн пӗрремӗшӗнчех алă пусса çирӗплетнӗ иккен. Мӗнех, кăмăллă хыпар. Савăнтараканни. Алексей Шадриков Алексей Московский пекех, 2000 çулсен пуçламăшӗнче Вячеслва Христофоровăн «Янра юрă» ушкăнӗнче юрласа палăра пуçларӗ. Тутарстанра та эстрада концерчӗсемпе пӗрре мар пулнă. Уявсенче, мероприятисенче юрланă. Элмет районӗнчи Патраклă ялӗнчи «Учукра» час-часах курма пулатчӗ ăна. Çак ял хутлăхне Ина Альмукова ертсе пынă чухне патраклăсем çӗнӗ урама та Шадриков ятне панăччӗ. Хăй вăл пурнăçра кулăша-шӳте ăнланакан сăпайлă çын. Çакнашкал пысăк культура шайӗ пулнине çирӗплетекен аслă ята илнӗ хыççăн, тен, сциаллă сетьсенчи страницисем çинчи сăнӳкерчӗкӗсене те сайраткалӗ тесе шутлас килет. Пысăк ят юрăçăн туйсенчи, корпоративсенчи, банкетсенчи, шоусенчи гонорарӗсене те пысăклатать, паллах. Çапах Алексей Шадриков ыркăмăллăх концерчӗсенчен те юлмасть тесе калаççӗ унпа пӗрле сцена çине тухакансем. Ку вара чăннипе те хисепе тивӗç. Эпир ăна саламлатпăр.
Ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче Ăхпуç ял вулавăшне Анне кунне чысласа ирттерме чылайăн пухăнтăмăр. Ял хĕрарăмĕсем уява илем кÿрес тесе тăрăшрĕç‚ вĕсем хитререн те хитре‚ тутлăран та тутлă кукăльсем пĕçерсе килчĕç. Мероприятие йĕркелекенсем вĕсене пурне те тивĕçлĕ парнесем парса чысларĕç. Илемлĕ те савăнăçлă уявра чуна пырса тивмелли хитре сăвă-юрăсем янрарĕç. Пире‚ куракансене‚ кашни мероприятинче хамăр ял хĕрĕ‚ кÿршĕ паççулккара фельдшер пулса ĕçлекен талантлă И. Семенова савăнтарать. Вăл çепĕç сассипе юрăсем шăрантарать‚ сăвăсене илемлĕ вулать. Çавăн пекех паянхи уявра уçă та хитре саслă Л. Еремеева юрлакан юрăсене итлесе килентĕмĕр. Вăл мĕн тери илемлĕ юрланине унăн пултарулăхĕпе паллашнă çын çеç хак пама пултарать. Л.Еремеева çак кунсенче хамăр районта иртнĕ икĕ уява питĕ пуçаруллă хутшăнчĕ (Пăслăк ялĕнчи «Кĕр сăри» тата Михайловкăри «Халăх артисчĕ» мероприятисенче). Г.Ермолаева‚ Н.Петрова‚ В.П.Павлова‚ Л.Тульцева‚ Н.Живитько‚ Т.Николаева хастарсем кашни праçнике хутшăнаççĕ. Асăннă мероприятие пухăннă май «Кĕр сăри» уявĕнче Ăхпуç ял вулавăшĕ ятĕнчен апат-çимӗç сĕтелне пуян хатĕрленĕ Г.Ермолаевăпа Л.Еремеевăна пĕчĕк парнесем парса тав турăмăр. Çак тăрăшуллă хĕрарăмсем ялти мероприятисене ирттернĕ чух ялан пĕтĕм чунтан пулăшаççĕ. Ăхпуç ял хĕрарăмĕсене тепĕр хут чĕререн тав тăватăп. Лия ДМИТРИЕВА. Пишпÿлек районĕ, Ăхпуç ялĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
(Ирина Кузьмина. Л.Трофимова сăнӳкерчӗкӗ). Ноябрӗн 4-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми шкулӗнче çамрăк граждансен форумӗ иртнӗ. Ăна шкул ачисем хатӗрленӗ пулсан та программăна хальхи вăхăтра ХФУра вӗренекен тата ӗçлекен çамрăксем Ксения Романовăпа Станислав Мокшин та хутшăннă. Вӗсем те тăван шкулти тӗлпулăва хăйсен проекчӗсемпе килнӗ. Сумлă хăнасен шутӗнче вара: район администраци пуçлăхӗ А.Шадриков,... ❮ ❯ (Ирина Кузьмина. Л.Трофимова сăнӳкерчӗкӗ). Ноябрӗн 4-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми шкулӗнче çамрăк граждансен форумӗ иртнӗ. Ăна шкул ачисем хатӗрленӗ пулсан та программăна хальхи вăхăтра ХФУра вӗренекен тата ӗçлекен çамрăксем Ксения Романовăпа Станислав Мокшин та хутшăннă. Вӗсем те тăван шкулти тӗлпулăва хăйсен проекчӗсемпе килнӗ. Сумлă хăнасен шутӗнче вара: район администраци пуçлăхӗ А.Шадриков, ЧНК президенчӗ Н.Угаслов, паллă скульптор В.Нагорнов, ял хутлăхӗн пуçлăхӗ В.Салифанов тата ыттисем пулнă. Форума хутшăнакансем «Шкул çамрăкӗсем», «Студент- çамрăксем» тата «Ял çамрăкӗсем» площадкăсенче ӗçлесе ял, шкул проблемисене татса памалли шухăшӗсене пӗлтернӗ. Тӗлпулу çинчен тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн çӗнӗ номерӗнче вулăр.
тивĕçлĕ. Ашшĕ-амăшĕсем те, ача кÿмине е велосипеда илемлетнĕ темăпа килĕшÿллĕн, театрализациленĕ костюмсемпе пулма пултараççĕ. Тĕрлĕ номинацисенче („Юмахри пек ача кÿми”, „Çемье экипажĕ” тата ыттисем) çĕнтерÿçĕсене жюри палăртать, - тет конкурса йĕркелекенсенчен пĕри, „Альтаир” центр руководителĕ Динара Хусаинова. Парад июнĕн 28-мĕшĕнче районти Культура керменĕ умĕнче иртет. Конкурс положенийĕ çинчен „Альтаир” ДО МАУ ушкăнĕнче (vk.com/club161306692) вуласа пĕлме пулать. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Тури Савойя (франц. Haute-Savoie) — Францин тухăç енче вырнаçнă, Рона — Альп регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 74. Администрациĕ Анси хулинче вырнаçнă. Халăх йышĕ 631,7 пин (1999) çын. ГеографиПравить Департамент лаптăкĕ 4 388 км² танлашать. Департамент Альп сăрчĕсенче Италипе тата Швейцарипе юнашар вырнаçнă. Кунта Монблан тăвĕ тата Анси кӳлĕ пур. Ку департаментрах Эвиан хули ларать. Унта тĕнчипе паллă минераллă шыв кăлараççĕ. Кунта тата тарăнăшпе иккĕмĕш вырăнта тăракан Gouffre Mirolda хăвăл вырнаçнă. Унăн тарăнăшĕ 1733 метр. Департамент шутне 4 округ, 34 кантон тата 294 коммуна кĕреççĕ. ИсториПравить XIX ĕмĕр варричен ку çĕрсем Савойя герцогстви династиĕн шутланнă. 1860 çулта ăна Франци шутне кĕртнĕ.
Манăн кукаçи, Анатолий Самуилович Фадеев, 1925 çулхи сентябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче вĕсен çемйи юнашар Михайловка ялне пурăнма куçнă. Анатолий шкултан вĕренсе тухсан колхозра лашасем пăхма пуçланă. 1942 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче ăна Хĕрлĕ Çар ретне чĕнсе илнĕ. Тÿрех 170-мĕш танк бригадине янă. Асăннă бригада 1942 çулхи ноябрь уйăхĕнче Воронеж фрончĕн йышне кĕнĕ. Пултаруллă Т-34 танк бригадин йышĕпе Воронеж, Курск, Белгород облаçĕсене иртнĕ. Сылтăм ен Украинăна, Молдавие ирĕке кăларнă. Танк экипажне тата çапăçăва пĕлсе ертсе пынăшăн бригада командованийĕ чăваш каччине офицера вĕренмелли курссене янă. Ăна ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн «кĕçĕн лейтенант» пĕрремĕш офицер званине панă, хăй çапăçнă 170-мĕш танк бригадинчи взвод командирĕ пулма çирĕплетнĕ. Бригада йышĕнче Румыни, Венгри, Австри çĕршывĕсене ирĕке кăларнă. Вăрçа 1945 çулхи май уйăхĕн 8-мĕшĕнче Вена хули çывăхĕнче, Гитлера хирĕç кĕрешекен коалици союзникĕсемпе тĕл пулнă хыççăн вĕçленĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вĕçленнĕ хыççăн Хĕрлĕ Çар йышĕнче Закарпатье вăрманĕсенчи бандеровецсене тĕп тунă çĕре хутшăннă. Вăрçăра Анатолий Самуилович виçĕ хутчен аманнă. Икĕ çăмăл, пĕр йывăр суран «туяннă». Нимĕç фашистчĕсене хирĕç кĕрешнĕ май ăна хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Тăван çĕршывăн аслă вăрçин I степень тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе, «Хастарлăхшăн», «Çапăçура палăрнăшăн» медальсемпе наградăланă. Пĕр орденне А.С. Фадеева вăрçă хыççăн панă. 1945 çулхи май уйăхĕн 7-8 мĕшĕнче Анатолий Самуилович ертсе пыракан взвод Вена хули хĕррине пырса кĕрсе тĕп вăйсен бригадине союзниксемпе тĕл пулма май туса панă. Сахал мар нимĕç салтакне, техникине тĕп тунă, взвод вара йышне те, техникине те сыхласа хăварма пултарнă. Орденпа наградăлани çинчен калакан приказа 1945 çулхи май уйăхĕн 27 мĕшĕнче алă пуснă. Тăванĕсем ывăлне 1947 çулхи çулла тин, Анатолий кĕске отпуска таврăнсассăн, курнă. Çав çулах, кĕркунне хăйĕнпе пĕр ялта çуралса ÿснĕ Федосия Васильевна Игнатьевана качча илнĕ. Мăшăрĕпе вĕсем вăрăм та телейлĕ пурнăç пурăнса ирттернĕ. Виçĕ ача, икĕ хĕрпе пĕр ывăл, çуратса ÿстернĕ. Вăрçă хыççăнхи çар служби Оренбург облаçĕнче, Армени ССРĕнче иртнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче Казахстан çеçенхирĕсене уçнă çĕре хутшăннă. Рота командирĕнчен пуçласа танк полкĕн автотрактор службин пуçлăхне çитнĕ. 1972 çулта майор званийĕпе отставкăна тухнă, анчах Тăван çĕршыва хÿтĕлес ĕçе пăрахман. 19 çул хушши вăтам шкулта ачасене пуçламăш çар вĕрентĕвне алла илме хăнăхтарнă. Çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани панăшăн тата СССР Хĕç-пăшаллă çар ретне тăма кирлĕ пек хатĕрленĕшĕн 1985 çулта черетлĕ «запасри подполковник» çар званийĕ, 2000 çулта Тăван çĕршывăн аслă вăрçи 55 çул тултарнă тĕле «запасри полковник» звани панă. Паянхи кун тĕлне Анатолий Самуилович Фадеевăн икĕ мăнукĕ унăн ĕçне малалла тăсаççĕ. Вĕсем аллисене пăшал тытса Тăван çĕршывăн çĕрĕсене тата ирĕклĕхне сыхлаççĕ. Андрей ВЕЛИЧКО мăнукĕ, РФ хĕç-пăшаллă вăйсен полковникĕ. Санкт-Петербург хули. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Пушкăртстанра 10 уйăх хушшинче 17 пин мăшăрлану тата 12 пин уйрăлу регистрациленĕ тесе пĕлтернĕ республика статистикĕсем. Пушкăртстанра 10 уйăх хушшинче 17 пин мăшăрлану тата 12 пин уйрăлу регистрациленĕ тесе пĕлтернĕ республика статистикĕсем. - Пушкăртстан Республики Раççейри нумай нациллĕ регионсенчен пĕри шутланать. Чылай мăшăрлану тĕрлĕ наци представителĕсем хушшинче пулса иртет. Яланах апла пулман. Тĕслĕхрен‚ 1925 çулта çемье çавăрса регистрациленисенчен хутăш мăшăрланнисен пайĕ 4% танлашнă‚ 1970 çулта - 29%. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн кăтартăвĕсем тăрăх‚ уйрăм çурт хуçалăхĕсен 27 проценчĕ вĕсен кил-йыш членĕсем тĕрлĕ наци çыннисем пулнине пĕлтернĕ‚ - ăнлантарса панă Пушкăртстан статистики. Çав вăхăтрах республикăра юлашки 20-30 çулта мăшăрланусемпе уйрăлусен шайлашăвĕ улшăннине те палăртнă. Сăмах май‚ 1980 çулта регионта 10 мăшăртан иккĕшĕ уйрăлнă‚ 1990 çулта - виççĕ‚ 2019 çулта - улттă. - Çемье арканнипе‚ арсăр е арăмсăр тăрса юлнипе иккĕмĕш хут мăшăрланни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăвармалла. Иртнĕ çулхине 6 836 арçын (пĕтĕмĕшле мăшăрланакансенчен 27%) тата 7 673 хĕрарăм (31% яхăн) иккĕмĕш хут çемье çавăрнă‚ – тенĕ статистиксем. Ирида НОВИКОВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Сона тата Луара (франц. Saône-et-Loire) — Францин анăç енче вырнаçнă, Бургунди регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 71. Администрациĕ Макон хулинче вырнаçнă. Халăх йышĕ 544,9 пин (1999) çын. ГеографиПравить Департамент лаптăкĕ 8 575 км² танлашать. Департамент тăрăх Сона тата Луара юханшывсем юхаççĕ. Вăл юханшыв ячĕсенчен департамент ятне панă. Департамент шутне 4 округ, 57 кантон тата 573 коммуна кĕреççĕ. ИсториПравить Сона тата Луара — 1790 çулхи пуш уйăхĕнче пулса иртнĕ Францин Аслă революциĕ вăхăтĕнче йĕркеленĕ чи пĕрремеш департаментсем шутне кĕрет. Бургунди тата Бресс провинци çĕрĕсем çинче йĕркеленнĕ.
Раççей Патшалăх Думинче çĕршыври кашни шкултах ачасене программировани чĕлхине вĕрентесси пирки сăмах пуçарнăччĕ. Çĕнĕлĕхе пирĕн республика та ырласа йышăнчĕ. Чăваш Енре ятарлă информаципе технологисен 11 класне уçма палăртнă. Вĕсен йышне пирĕн районти Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул та кĕнĕ. - Программăсем хатĕрлеме хăнăхтарас ĕçе малашлăх çул-йĕрне палăртма шухăш тытнă шкулти 8-10 классене çỹрекен 50 ачана явăçтарасшăн. Халĕ вĕсенчен заявленисем йышăнатпăр. Куратор-педагогсем - Валерий Гранатский, Мария Ежова, Наталия Сагунева - ĕçе пуçăнма хатĕр,- тет вăтам шкул директорĕ Наталия Андреева. Унта çỹрекен ачасем математикăна, физикăна тĕплĕн вĕреннисĕр пуçне хальхи информаци технологийĕсене алла илме хăнăхаççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та "Шкул - техникум, аслă шкул - предприяти" пĕр уçлăх пулнине ырларĕ. "Информаци технологийĕн сферин специалисчĕсене хатĕрлени кирлех. Çак пуçарăва эпир малашне те анлăлатсах пыратпăр",- терĕ Олег Алексеевич. "Информаци технологийĕн кадрĕсене хатĕрлеме пуçăнни чăннипех те ырă пулăм. Пирĕн тĕллев - вĕренес текенсем валли кирлĕ условисем туса парасси. Регионăн цифра аталанăвне тỹпе хывас текенсене шкул саккинченех хăнăхса ỹсме май пултăр тетпĕр",- тет Чăваш Енри цифра министерствин ертỹçи Кристина Майнина. Квалификациллĕ кадрсем хатĕрлени "Цифра экономики" наци проекчĕн тĕллевĕсене те пурнăçлама май парать.
2019 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче Пушкăрт Республикин Премьер-министрĕн çумĕ — экономика аталанăвĕн тата инвестици политикин министрĕ Рустам Муратов ертсе пынипе республикăн хальхи тата пулас экспортёрĕсемпе анлăлатнă канашлу иртĕ. Мероприятине ПР промышленнăç тата энергетика министрĕ Александр Шельдяев, ПР ялхуçалăх министрен çумĕ Юрий Лысов, ПР тулашри экономика çыхăнăвĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ Руслан Мирсаяпов, «Российский экспортный центр» АО Атăлçи территори управленийĕн ертÿçи Николай Ереев, ПР Экспорта пулăшакан центр директорĕ Ильдус Халитов, ПР Суту-илÿ тата промышленнăç палатин президенчĕ Тимур Хакимов тата бизнес-шерифсем, экспертсем хутшăнĕç. Канашлăва регионти экспорта хальхи вăхăтра паракан патшалăх пулăшăвĕн мерисеме çĕнĕлĕхсене тата «Международная кооперация и экспорт» наци проектне пурнăçа кĕртекен ятарлă программăсене халалланă. Канашлу вĕçленсен унăн участникĕсем валли экспорт ĕç-хĕлĕпе паллаштаракан мастер-класс ирттерĕç. ПР тулашри экономика çыхăнăвĕсен Патшалăх комитечĕн пресс-служби. #нацпроектыБашкортостан Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Авăркас районĕнчи Çĕньял ялĕнче çуралса ÿснĕ юратнă аннене, асаннене, кукамая Нина Александровна НИКИТИНАНА80 çулхи юбилей ячĕпе! Сумлă юбилей ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр. Тӗнчери мӗнпур ыррине, çирĕп сывлăх, тулӑх пурнӑҫ, тулли телей тата ӑнӑҫу сунатпӑр. Яланах хаваслӑ та ырӑ, чунупа ҫамрӑк пул, чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр, пирӗн тӑван кил ӑшшине упраса нумай-нумай ҫул пурӑн. Малашлăхра сана çăлкуçри шыв пек таса та тăрă кун-çул кĕттĕр! Юратса тата хисеплесе - хĕрĕсемпе кĕрӳшĕсем, ывăлĕсемпе кинĕсем тата мăнукĕсем. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Нумай пулмасть Аксу районри Кивӗ Тимушкел ялӗнчи Никита Мулеев Г.А. Речкалова халалласа иртекен Пӗтӗм Раççейри çамрăксен бадминтон турнирӗнче хутшăннă. Ăмăрту Екатеринбург хулинче иртнӗ. Пурӗ унта 15 регионран 220 спортсмен пулнă. Çак турнир «Yonex» Гран-При 2017/2018 Пӗтӗм Раççейри çамрăксен турнирӗн çӗнӗ тапхăрӗн пуçламăшӗ иккенне те палăртса хăвармалла. Республика 4 ылтăн, 2... ❮ ❯ Нумай пулмасть Аксу районри Кивӗ Тимушкел ялӗнчи Никита Мулеев Г.А. Речкалова халалласа иртекен Пӗтӗм Раççейри çамрăксен бадминтон турнирӗнче хутшăннă. Ăмăрту Екатеринбург хулинче иртнӗ. Пурӗ унта 15 регионран 220 спортсмен пулнă. Çак турнир «Yonex» Гран-При 2017/2018 Пӗтӗм Раççейри çамрăксен турнирӗн çӗнӗ тапхăрӗн пуçламăшӗ иккенне те палăртса хăвармалла. Республика 4 ылтăн, 2 кӗмӗл, 19 бронза медаль çӗнсе илни те питӗ кăмăллă. Медаль илнисен шутӗнче Никита Мулеев та 3-мӗш вырăна тивӗçнӗ.
Врач профессине вăл шкулта вĕреннĕ çулсенчех суйласа илнĕ. Ашшĕ пекех больницăра ĕçлесси килнĕ. Ача чухне час-часах ун патĕнче ĕçре пулнă. Больница шăрши уншăн çывăх пулса тăнă, мĕншĕн тесен хĕрачашăн вăл ашшĕн – район больницин хирургĕ Евстафий Семенов - сăнарĕпе çыхăннă. (Унăн ашшĕ те Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче фельдшер пулса салтаксене сипленĕ). Медицина институтĕнче вĕренÿ Элинăна çăмăл парăннă. Студент лайăх специалист пулас тесе, май пур таран нумайрах пĕлÿ илме тăрăшнă. 1992 çулта Толбазăри районăн тĕп больницинче терапевт пулса ĕçлеме тытăннă. - Паянхи кун медицинăра нумай улшăну пулса иртрĕ. Анчах та маншăн, çулсем иртнĕçем, пациентсем çине пăхасси улшăнмарĕ. Вĕсене пулăшас кăмăл тата та пысăкланчĕ, - тет Элина Евстафиевна. – Врач чирлĕ çынна хăйĕн чирĕпе пĕччен хăварма тивĕçлĕ мар. Пациент шурă халатлă çынна шанни пĕлтерĕшлĕ. Çавăн чухне сĕнÿсене те пĕр иккĕленÿсĕр пурнăçлĕ, хăвăртрах сывалĕ те. 2005 çултан вара Элина Герасимова район больницин терапи уйрăмĕн заведующийĕ пулса ĕçлет. Коллективра 12 сотрудник. - Вĕсем пурте чун ыйтнипе ĕçлеççĕ, опычĕ пысăк. Результат та çавăнтан килет вĕт. Иртнĕ çулта уйрăмра 1100 çын сипленнĕ. Койкăсем пушă тăмаççĕ, вĕсем пурĕ 41, - каласа парать уйрăм заведующийĕ. Ĕçтешсене хисеплени руководителĕн пахалăхĕсенчен пĕри тесе шутлать вăл. Ăна пăхăнакансем вĕсене çакăн пек коллективра тивĕçĕсене начар пурнăçлама намăс пулĕччĕ тесе пĕлтереççĕ. Тав тунисен тетрадĕнчи çырса хунисем те коллективăн яваплăхĕ тата ырă кăмăлĕ çинчен калаççĕ. - Кунта мĕн чухлĕ ырă сăмах, эсир вĕсене вулатăр-и? – ыйтатăп врачран, тетрадь листисене уçкаласа. - Вулатăп. Вара çавăн чухне тата та лайăхрах ĕçлес килет. Пациентсен „Мана лайăхрах пулса тăчĕ” сăмахĕсем - маншăн чи пĕлтерĕшли. Элина Евстафиевна çаплах кардиолог врач та. Унăн ĕç графикĕ епле тулли пулсан та, йышăнăва килекенсем çинче çакă палăрмасть. - Кашни çын больницăна шанчăкпа килет. Вĕсене пулăшасси – пирĕн тивĕç. Пациента клиент пек мар, чирлĕ çын пек йышăннă чухне çавна тума çăмăлрах, - шутлать кардиолог. Врач ĕç кунĕ хыççăн ĕç çинчен яланах мар манма пултарнине пытармасть. - Эпĕ чирлĕ çынсем çинчен шухăшласа çывăрса каятăп тата вăранатăп. Вĕсем çинчен шухăшсем пуçран тухмаççĕ. Пирĕн реанимацинче йывăр чирлĕ çынсем выртаççĕ вĕт. Вăл яланах уйрăма шăнкăравлать, тĕпчесе пĕлет, тепĕр хут сĕнÿсем парать. Упăшки, Алексей Александрович тата хĕрĕсем ăна ăнланаççĕ, пулăшаççĕ. Асли, Марина, нефть университетне, Алена БГУ юрфакне пĕтернĕ, кĕçĕнни, Маргарита – шкул ачи. Врач çемйинче хăйсен сывлăхĕшĕн мĕнле тăрăшнипе интересленетĕп. - Эпир активлă кану юрататпăр. Хĕлле йĕлтĕрпе ярăнатпăр. Çулла май пур таран ытларах çуран çÿреме тăрăшатпăр. Çĕршыв тăрăх çулçÿревре, кашни çул Мускавра пулатпăр. Унта музейсем питĕ нумай! Çемье тата çулçÿрев – яланах позитив. Позитив пурнăçра пулăшать. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Хусанти Туслăх Çуртӗнче паян чăваш этно-джазӗн премьерипе пресс-конференци иртрӗ. Çак мероприяти октябрӗн 4-мӗшӗнче «Старый рояль» Jazz-cafe-ре каçхине 19.30 сехетре пулать, юрлаканӗ Вера Кожеманова. Журналистсемпе тӗлпулăва Тутарстан халăх артистки, Раççей тава тивӗçлӗ артистки, Г.Тукай ячӗллӗ тутар патшалăх филармонийӗн оркестр директорӗ, педагогика наукисен кандидачӗ Лидия Ахметова, Туслăх Çурчӗн Информаци порталӗн ертӳçи Рустам Флюрович, юрăçă Вера Кожеманова, ТР ЧНКА ӗçтăвком председателӗн çамрăксен ӗçӗсен енӗпе çумӗ Артем Носков, ЧНКА ӗçтăвком председателӗн пулăшуçи, «Салам» фольклор ансамблӗн ертӳçи Светлана Садыкова хутшăнчӗç. Пресс-конференци питӗ те ырă атмосферăра иртрӗ. Спикерсем çитес пулăм пирки хăйсен шухăшӗсене пӗлтернӗ хыççăн журналистсенчен нумай ыйту пулчӗ. Пурне те тенӗ пекех чăваш этно-джазӗ тутар халăх артисткине Лидия Алексеевнăна мӗн енӗпе интереслӗ пулни кăсăклантарчӗ. Вера Кожеманова ыйтусене туллин, чунтан хуравлани, темăна шалтан, профессилле шайран пӗлни килӗшрӗ. Лидия Алексеевнăн творчествăлла çул пуçламăшне Вера Кожеманованнипе танлаштарма пулать. Хăй вăхăтӗнче вăл та тутар этно-джазне пуçарса янă. Ăна хапăл туса йышăнакансем те, тутар халăх юррине пăсать тесе калакансем те пулнă. Çапах ниме пăхмасăр вăл хăй çулӗпе утнă, музыка искусствин çак жанрне парăнса ӗçлеме пăрахман. Кун пирки вăл питӗ тӗплӗн каласа пачӗ. Юрăç карьери 1983 çулта, консерваторире вӗреннӗ чухне пуçланнă, ăна филармонири концертсене чӗннӗ. Иртнӗ ӗмӗрти 50-мӗш çулсенче Олег Лундстремăн джаз оркестрӗн йăлисене кунта лайăх тытса пынă ахăр. Филармони ӗçченӗсем Лидия Алексеевнăн потенциалне çийӗнчех асăрханă. Халӗ вăл хăй оркестр директорӗ пулса ӗçлет, халăхсен хушшинчи джаз концерчӗсене йӗркелет, гастрольсемпе нумай тухса çӳрет. Тава тивӗçлӗ артистка Вера Кожеманова хăйӗншӗн интереслӗ пулнине, унпа вăл ӗçлеме хатӗррине, Шупашкара пӗрле концертпа кайма шухăшлине пӗлтерчӗ. Рустем Флюрович Тутарстан халăхсен Ассамблейин тӗп тивӗçӗ – халăхсен культурисемпе чӗлхисене упраса хăварасси пулнине каларӗ. Ытти халăх автономийӗсем çумӗнчи çамрăксен пӗрлешӗвӗсенче талантлă юрăçсем пуррине, вӗсем çумне халӗ Вера хутшăннине палăртрӗ. «Хамăр енчен эпир мӗн кирлипе пулăшма хатӗр, концерт ларма вырăн кирлӗ-и е ытти ыйтусем пулӗç, тархасшăн», – терӗ кӗскен. Вера Кожеманова халăх музыки пысăк тупра пулнине палăртса вăл хуть хăçан та, вăтам ӗмӗрсенчен пуçласах, музыкантсене илӗртнине каларӗ. – ХХ ӗмӗрте джаз пӗтӗм тӗнчипе анлă сарăлнă. Музыкăн тӗрлӗ жанрӗсене фольклорпа хутăштарма хăтланасси пуçланать. Çапла этно-джаз, этно-фьюжн çуралаççӗ, world muzic аталанса каять. пӗр вăхăтра çак музыкăна питӗ нумай итлеме пуçларăм та вăл кашни халăхшăн хăйне евӗр пулнине ăнланса илтӗм. Музыка сăррисем хутшăнса кайни мана илӗртет. Этно-джазри çула эпӗ пуçланă кăна-ха, хама джаз юрăçи тесе калама та хăймастăп, мӗншӗн тесен çул пуçламăшӗнче тăратăп. Анчах плансем нумай. Ăнланатăп, пурте йышăнмӗç ку çӗнӗлӗхе. Кăмăла кайнисем çумне хирӗç тăракансем те пулӗç. Анчах пуçланине малаллах тăсас килет, – уççăн пӗлтерчӗ шухăшне Вера Кожеманова. Хăй халăх юррисене епле суйласа илни, музыкантсемпе пӗрлехи ӗç, репетицисем çинчен вăл питӗ кăсăклăн каласа пачӗ.
Март уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне Çтерлĕ хулинче вырнаçнă 6№ колони-поселени 2 пин ытла тюльпан çитĕнтернĕ тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри федераллă наказани пурнăçлавĕн управленин пресс-службинче. Март уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне Çтерлĕ хулинче вырнаçнă 6№ колони-поселени 2 пин ытла тюльпан çитĕнтернĕ тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри федераллă наказани пурнăçлавĕн управленин пресс-службинче. Асăннă колонин теплица лапамĕ чечек калчисем ÿстерет. Январь уйăхĕнче учреждени сакăр тĕрлĕ тюльпан суханĕ (белый принц‚ красный освард‚ каламбус тата ытти те) лартнă. Вĕсем ÿснĕ чухне температура режимне пăхăннă. Чечек папки тухиччен калчасене +6+8 градус шайĕнче тытнă‚ папкисем тухсан теплицăри ăшша +10+12 градуса çитернĕ. Чечексене Анастасия Казакова судпа айăпланă хĕрарăм ÿстернĕ. Çак ĕç унăн кăмăлне кайнă. - Мана чечексем çитĕнтерме‚ вĕсем кашни кун ÿснине сăнама питĕ килĕшрĕ. Çакăн йышши ĕçе эпĕ пирвайхи хут хутшăнатăп. Ĕç мана кăмăл-сипет енчен киленĕç парнелерĕ‚ кăмăла çĕклерĕ. Март уйăхĕн 8-мĕшĕнче кашни пике илемлĕ те çепĕç тюльпан çыххине илме тивĕçессе шанатăп‚ - шалти туйăмĕсене уçса панă Анастасия. Паянхи кун тĕлне чечексене каснă‚ хутпа чĕркенĕ. Пĕтĕмĕшле теплицăра 27 тĕрлĕ чечек ÿстереççĕ. Чи анлă сарăлни петуни шутланать. Унсăр пуçне ландшафт дизайнĕ валли аллисум‚ агератум‚ бархатцы‚ вербена‚ львиный зев‚ портулак ‚ сальви тата цинерари усă кураççĕ. Ирида НОВИКОВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Уяв тĕлне, шел пулин те, çынна пысăк инкек кÿме пултаракан пиротехника хатĕрĕсене (петарда, фейерверк, ракета) туянатпăр. Çакăн йышши япаласемпе усă куриччен хăш-пĕр правилăна яланлăхах асра тытса юлăр, вĕсем сире инкекрен сыхланма пулăшĕç. Мĕнпур пиротехника хатĕрĕсемпе урамра çеç усă курма юрать. Унăн илемĕпе килениччен чи малтан хăрушсăрлăх инструкцине вуласа тухăр. Пиротехника хатĕрĕсемпе çил çеккунтра 5 метртан ытла вĕрет пулсан çеç усă курăр. Салютсене алăра тытса вĕçтерме, усă курмалли тапхăр иртнĕ пулсан унпа усă курма юрамасть. Çавăн пекех ачасене те хăйсем тĕллĕн салют яма ирĕк памалла мар. Тĕрĕссипе, пиротехника хатĕрĕсене çула çитмен çамрăксене вуçех те сутма юрамасть. Çакна та асра тытăр, кăмăла çĕклекен йĕпеннĕ е нÿрелнĕ салютсене ăшă пăрăхĕсем, ăшăтакан хатĕрсем çине хурса типĕтме юрамасть. Пиротехника хатĕрĕсене суйланă чухне арканнă, лапчăннă вырăнсем пулманнине тимлĕх уйăрăр. Хăвăр тĕллĕн хатĕрленĕ пиротехника хатĕрĕсемпе вуçех те усă курма юрамасть. Усă курнă пиротехника хатĕрĕсене 24 сехет хушши шывра тытмаллине ан манăр. Енчен те салют сирпĕнсе хăйĕн илемĕпе савăнтармарĕ пулсан та ун çывăхне пыриччен 10 минут тăхтăр. Çавăн пекех фителĕ çунса пĕтнĕ салюта та тепĕр хут чĕртме юрамасть. Çĕнĕ çул уявĕ кашнинех телейпе савăнăç çеç парнелетĕр, инкек-синкекĕ аякра çÿретĕр. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Аургазăри моделлĕ Культура керменĕ районта илемлĕ сăмах тата актер ăсталăхĕн пĕрремĕш онлайн-конкурсĕ ирттерет. Сцена çине тухнин опытне пăхмасăр, конкурса 5 çултан пуçласа 17 çулччен ÿсĕмри ачасем хутшăнма пултараççĕ. Конкурсантсен А.С. Пушкинăн проза, сăвă произведенине пĕччен е иккĕн кăтартса тăватă минутран ытла мар пыракан видеоролик ÿкермелле. Видеоматериалсене хутшăнма заявкăпа пĕрле февралĕн 9-мĕшĕччен конкурса йĕркелекенĕн «ВКонтакте» сетьри уйрăм пĕлтерĕвĕнче (https://vk.com/id159528100) йышăнаççĕ. Суйласа илмелли тур çĕнтерÿçисем финала тухĕç, вăл районти Культура керменĕн сцени çинче иртĕ. Тĕп приз – 2021 çулта пĕтĕм тĕнчери, пĕтĕм Российăри конкурссене хутшăнма финансласси. Конкурс çинчен тĕплĕнрех «ВКонтакте» сетьри „Души прекрасные созданья” ушкăнра (https://vk.com/public201587646) е конкурсăн ĕç тăвакан йĕркелÿçинчен, Рамиль Равилович Насыровран, Ватсапра (8-965-652-50-34) ыйтса пĕлме пулать. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать