text
stringlengths
406
146k
Пирĕн хисеплĕ подписчиксем! „Аургазă хыпарçи” район хаçачĕн редакцийĕ подписчиксем хушшинче тĕп парнесем вылятĕ. Вĕсем – туристсен хуçланакан сĕтелĕ тата икĕ пуканĕ. Пикникра, пулă тытнă, çемьепе каннă чухне питĕ кирлĕ япаласем. Пысăк мар виçеллĕ, çăмăл хуçланаççĕ, вĕсемпе усăланма питĕ кăмăллă. Иккĕмĕш парне – çаплах çутçанталăкра канма кирлĕ япаласем – мангал (Ашари металлурги заводĕнче туса кăларнă), гриль-решетка тата ултă шампур. Виççĕмĕш парне сирĕн çурт, картиш е сад илемĕ валли – 20 литрлă „Лозанна” вазон. Уйрăмах çакăнса ÿсекен, явăнчăк ÿсентăрансем тата чечексем унта илемлĕ курăнĕç. Эпир сире валли усăллă тата кирлĕ призсем суйласа илтĕмĕр. Тĕп парнесен вылявĕ июнь вĕçĕнче е июль пуçламăшĕнче, çырăнтару кампанийĕ вĕçленнĕ хыççăн, иртет. Астутаратпăр, июнĕн 15-мĕшĕччен „Парне – кашни эрнере” акци иртет, унта кашни эрнере виçĕ приз вылянать. Çырăнтару кампанийĕ вĕçлениччен уйăх ытларах вăхăт юлчĕ. Район хаçатне çырăнăр, квитанци копине реклама пайне (т. 2-01-67) илсе килĕр е пирĕн [email protected] электронлă адреспа ярса парăр. Вылява хутшăнăр тата выляса илĕр. „АХ” редакцийĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуш уйӑхӗн 31-мĕшĕнче кăларнă Указĕпе килĕшÿллĕн культурăра нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн Чăваш наци конгресĕн культура комитечӗн пайташне, ТЮЗăн аслă администраторне Роза Витальевна Степановăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Хисеплěрен те хисеплě Роза — Кěлчечек! Сире Чăваш Енěн пултаруллă та маттур юрăçне, Чăваш наци конгресěн культура комитечěн пайташне «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивěçлě пулнăшăн чунтан-чěререн таса кăмăлтан ăшшăн саламлатпăр! Кун-çулăр сакки вăрăм та анлă, сывлăхăр çирěп пултăр. Чи хаклӑ та хӑюллӑ ӗмӗт пурнӑҫланса пытӑр. Ӑнӑҫлӑх, савӑнӑҫ тата хавхалану яланах сирӗн туссем пулччӑр. Ырлӑхпа тӑнӑҫлӑх, юратупа лӑпкӑлӑх, ҫителӗклӗ пурнӑҫ сунатпăр сире. Малашне те чăваш халăхěшěн ырă ěçсем тума вăй-халăр тапса тăтăр!
Мартăн 10-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсӗ пулать. Кăçал вăл 9-мӗш хут иртет. Мероприяти кăнтăрла 15.00 сехетре пуçланать. Конкурс дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина пӗлтернӗ тăрăх, яланхи пекех унта республика районӗсемпе хулисенче пурăнакан 14-22 çулти хӗрсем хутшăнаççӗ. Паянхи куна районсемпе хуласенчен заявкăсем килеççӗ, хӗрсем хатӗрленеççӗ. «Кăçалхи конкурсра куракансемшӗн... ❮ ❯ Мартăн 10-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсӗ пулать. Кăçал вăл 9-мӗш хут иртет. Мероприяти кăнтăрла 15.00 сехетре пуçланать. Конкурс дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина пӗлтернӗ тăрăх, яланхи пекех унта республика районӗсемпе хулисенче пурăнакан 14-22 çулти хӗрсем хутшăнаççӗ. Паянхи куна районсемпе хуласенчен заявкăсем килеççӗ, хӗрсем хатӗрленеççӗ. «Кăçалхи конкурсра куракансемшӗн сюрпризсем нумай пулӗç. Вăрттăнлăха кăштах уçса мероприятин тӗп теми чăваш хӗрарăмӗн илемӗ тата унăн пӗлтерӗшӗпе çыхăннине пӗлтеретпӗр. Çӗнӗлӗхсем татах та пулаççӗ. Конкурс халăха килӗшессе шанатăп», - тесе пӗлтерчӗ Сильвия Чаркина. Билетсене Хусанти Туслăх Çуртӗнче (Хусан, Павлюхин урамӗ, 57-мӗш çурт) туянма пулать. Хакӗ 200 тенкӗ.
Мускава çӳрекенсем тепӗр 5 çултан çул çине пурӗ те виçӗ сехете яхăн кăна вăхăт ирттерӗç. Хуласем хушшинчи 770 çухрăма шăпах çак вăхăтра иртӗ сехетне 400 километр хăвăртлăхпа пыракан поезд. Мускав - Хусан хушшинче пурӗ 6 чарăну пулать, тесе пӗлтернӗ «РЖД» УАО пӗрремӗш вице-президенчӗ А.Мишарин Мускавра чугун çул ӗçченӗсен съездне уçас... ❮ ❯ Мускава çӳрекенсем тепӗр 5 çултан çул çине пурӗ те виçӗ сехете яхăн кăна вăхăт ирттерӗç. Хуласем хушшинчи 770 çухрăма шăпах çак вăхăтра иртӗ сехетне 400 километр хăвăртлăхпа пыракан поезд. Мускав - Хусан хушшинче пурӗ 6 чарăну пулать, тесе пӗлтернӗ «РЖД» УАО пӗрремӗш вице-президенчӗ А.Мишарин Мускавра чугун çул ӗçченӗсен съездне уçас умӗн журналистсемпе тӗл пулсан. «Евразия» пысăк хăвăртлăхлă магистралӗн пӗрремӗш тапхăрӗ шăпах Мускав - Хусан пулӗ те. Ӗçе 2018 çулта пуçăнма палăртнă. Пассажирсем унпа 2023 çултах усă курас шанăç пур, мӗншӗн тесен шăпах çав çулта ӗçе вӗçлеме палăртаççӗ. «Евразия» магистраль паянхи кун тӗлне тӗнчери чи пысăк проект. Вăл Пекина, Мускава тата Берлина çыхăнтарать (пӗтӗмпе 9 пин те 447 километр тăршшӗ). Беларусь, Казахстан, Раççей тата Китай транспорт системине пӗрлештернине кура вара проекта хутшăнакан регионсен экономика аталанăвӗ те икӗ хут ӳсет. Раççей маршручӗ çапларах пулать: Красное (Беларусь чикки) - Мускав - Хусан- Екатеринбург - Челябинск - Ылтăн Сопка (Казахстан чикки).
Мартăн 30-мĕшĕнче Пăва хулин Культура керменĕнче районти «Уяв» чăваш ансамблӗн пултарулăх каçĕ пулчĕ. Халăха пилӗк çул юрă-ташăпа савăнтаракан ушкăна ТР Культура министерстви «халăх ансамблӗ» ят парса чысларĕ. Уява Кивӗ Мертлӗ ял клубĕ çумӗнчи «Илем» ача-пăча ушкăнӗ (ертÿçи Н.Ракова) илем кӳчӗ. Пĕчĕк артистсен юрри-ташши кăмăла кайнипе куракансем вӗсене сцена çине тепĕр... ❮ ❯ Мартăн 30-мĕшĕнче Пăва хулин Культура керменĕнче районти «Уяв» чăваш ансамблӗн пултарулăх каçĕ пулчĕ. Халăха пилӗк çул юрă-ташăпа савăнтаракан ушкăна ТР Культура министерстви «халăх ансамблӗ» ят парса чысларĕ. Уява Кивӗ Мертлӗ ял клубĕ çумӗнчи «Илем» ача-пăча ушкăнӗ (ертÿçи Н.Ракова) илем кӳчӗ. Пĕчĕк артистсен юрри-ташши кăмăла кайнипе куракансем вӗсене сцена çине тепĕр хут тухма ыйтса тăвăлăн алă çупрĕç. «Уяв» ушкăн йĕркеленнĕренпе çак кунсенче шăпах пилĕк çул çитрĕ. Пăва районĕнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертÿçи Владимир Анатольевич Ильин «Уяв» ушкăна хисеплĕ ята тивĕçнĕ ятпа хĕрÿллĕн саламларĕ. Пилĕк çулта ушкăн Шупашкар, Чĕмпĕр хулисенче иртекен Акатуйсене, Нурлатри Уява темиçе хут та хутшăнса халăха савăнтарчĕ. Чи пысăк çитӗнӗвӗ вара - 2014 çулта республикăри юрăçсен «Чăваш шăпчăкĕ» конкурсӗнче çĕнтерсе Гран-Прие тивĕçни. Паян районти пӗр мероприяти те «Уяв» ушкăнсăр иртмест. Ăна кӳршӗ районсенче те лайăх пӗлеççӗ, мӗншӗн тесен концертсемпе нумай тухса çӳреççӗ. Вӗсене курма яланах халăх йышлăн пухăнать. Мӗншӗн тесен юрри-ташши кăмăла çӗклесе чунтан савăнтарать.
(Ирина Кузьмина). Ача сачӗ, теплицăсем, кӗперсем, спорт площадки, аслă çул хӗррине павильон... Çапларах 2018 çулхи ӗç планӗн пӗр пайӗ Элмет районӗнчи ерӗспелсен. Нумай пулмасть иртнӗ ял хутлăхӗн пухăвне вырăнти халăхпа депутатсемсӗр пуçне муниципаллă район пуçлăхӗ Айрат Хайруллин та хутшăннă. Элмет тăрăхӗ нефтьлӗ район пулнăран, унти ял инфраструктурине ăмасанмалли нумай. Ерӗспел... ❮ ❯ (Ирина Кузьмина). Ача сачӗ, теплицăсем, кӗперсем, спорт площадки, аслă çул хӗррине павильон... Çапларах 2018 çулхи ӗç планӗн пӗр пайӗ Элмет районӗнчи ерӗспелсен. Нумай пулмасть иртнӗ ял хутлăхӗн пухăвне вырăнти халăхпа депутатсемсӗр пуçне муниципаллă район пуçлăхӗ Айрат Хайруллин та хутшăннă. Элмет тăрăхӗ нефтьлӗ район пулнăран, унти ял инфраструктурине ăмасанмалли нумай. Ерӗспел ял хутлăхӗн юлашки çулсенче пурнăçланă ӗçӗсен списокӗ те акă пысăк: шыв пăрăхне тӗпрен юсанă, пушар сӳнтермелли икӗ гидрант, Çӗнӗ Еланьре шыв башни лартнă, Ерӗспелӗнче ача-пăча площадки тунă, ФАП, Культура çуртне, ял хутлăхӗн кантурӗн çуртне тӗпрен юсанă, икӗ ялти çăла тирпей кӗртнӗ, палăксем лартнă, çуран каçмалли кӗпер хывнă, çулсем сарнă... Паллах, çакăн чухлӗ ӗçе пӗр самообложени укçипе кăна тума çук. Ерӗспел ял хутлăхне «Татнефть» компани тата Николай Глазков депутат питӗ пысăк пулăшу панине каларӗ ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Н.Кожуков. Ял инфраструктурине лайăхлатма спонсорсем çуллен 10 миллион тенке яхăн укçа хываççӗ-мӗн. Çавăнпа чылай пысăк ыйтăва, калăпăр, шыв пăрăхӗсене улăштарассине татса панăпа пӗрех кунта. Пӗр шутласан, ялти тӗп урамсене те асфальт сарнă ял хутлăхӗн пысăк ӗçӗсем юлман пек туйăнать, анчах ялта кунне пӗр пăта та пулин çапмасан çурт-йӗр тусать, теççӗ халăхра. Ку вăл ял хутлăхне те пырса тивет. Ерӗспел ял хутлăхӗн те çивӗч ыйтăвӗсем çук мар иккен. Вӗсенчен пӗри- садик çукки. Пропискăра вара кунта шкул çулне çитмен 35 ача таранах тăрать иккен. Вӗсенчен 16-шӗ ялта пурăнать, ыттисене кӳршӗ ялсенчи ача сачӗсене илсе çӳреççӗ. Çак ыйтăвăн çивӗчлӗхне кура район администрацийӗн пуçлăхӗ А.Хайруллин пулăшма шантарнă. Вырăнти шкулти пушă пӳлӗмсене юсаса ача сачӗ йӗркелеме йышăннă. Кунсăр пуçне шкул пахчинче икӗ теплица туса парӗç, лартмашкăн хурлăхан хунавӗсене уйăрӗç. Ачасем валли универсаллă спорт площадкине тăвасси те кăçалхи планрах. Ял халăхне канăçсăрлантаракан тепӗр çивӗч ыйту та тимлӗхсӗр юлман хальхинче. Ерӗспелпе Çӗнӗ Елань ялӗсенчи юхăннă кӗперсене тинех юсӗç. Халăхран пухакан самообложени укçипе вара Ерӗспелӗнчи Вахитов урамне тӗпрен юсама шутлаççӗ. Ял хутлăхӗнче ӗç вырăнӗпе тивӗçтерекен хуçалăхсем çук ӗнтӗ, апла пулин те кунти халăх ӳркенмест, çулла-кӗркунне кăмпа-çырла пухса Хусан- Оренбург автотрасса çине сутма тухать. Анчах та аслă çул вăл яланах хăрушлăх. Халăх ыйтнине тивӗçтерсе район ертӳçи аслă çул хӗррине кăмпа-çырла сутмашкăн ятарлă 15 павильон лартса пама шантарнă.
Куюргазă районĕнчи Кривле-Илюшке ялĕнчи шкула час-часах хăна пулса Евгения Федоровна Махлеева пенсионер килсе çÿрет. Вăл пирĕн ял çынни. Вырăнти шкултан вĕренсе тухсан комсомол путевкипе Тутарстан Республикинчи Набережные Челны хулине тухса кайнă. Паянхи кун та вăл мăшăрĕпе çак хулара пурăнать, çулсерен çу кунĕсенче тăван яла таврăнать. Çак хĕрарăмăн темиçе юратнă киленĕвĕ (хобби) пур. Евгения Федоровна питĕ ĕçчен çын. Вăл пур ĕçе те ăста: штукатур-маляр‚ алĕç ăсти‚ пахчаçă тата ытти те. Унсăр пуçне вăл кĕнекесем вулама та вăхăт тупать. Ялта Евгения Федоровнăн чечек клумбисене çитекенни çук та пулĕ. Унта тĕрлĕ тĕслĕ чечексем‚ ÿсен-тăрансемпе тĕмсем ÿсеççĕ. Хĕрарăмăн чĕри уçă та ырă пулнăран вăл пĕр ял çыннисемпе вырăнти шкул ĕçченĕсене калчасемпе‚ чечексен суханĕсемпе‚ хунавсемпе тивĕçтерет. Евгения Федоровна хăй вăхăтĕнче ландшафт дизайнĕн специальноçне алла илнĕ. Паян вăл вĕренекенсене хăйĕн опычĕпе паллаштарать‚ шкул çумĕнчи лапамра йăрансем тума пулăшать. Кăçал вара эпир Е.Ф.Махлеевана шкула‚ ĕç урокне хăна пулса пыма йыхравларăмăр. Хĕрарăм пирĕн йыхрава савăнса йышăнчĕ. Хальхинче 7-8 класс хĕр ачисем алĕç ăстин хĕресле тĕрленĕ ĕçĕсен коллекцийĕпе интересленчĕç. Тĕлпулу вăхăтĕнче вĕренекесем чылай ыйту пачĕç. Евгения Федоровна вара кашни ыйту çине кăмăлтан, питĕ тĕплĕн хуравларĕ. - Эпĕ вăрçă хыççăн 1951 çулта çуралнă. Анне ялти ытти хĕрарăмсемпе пĕрле ырмиканми ĕçленĕ. Атте‚ вăрçăра пулнăскер‚ час-часах чирлетчĕ. Пирĕн çемьере тăватă ача çитĕнетчĕ. Эпĕ вара чи асли пулнă. Кăнтăрла аттепе аннене хуçалăхра пулăшмалла пулсан‚ каçхине аннепе пĕрле çĕлеттĕм‚ çыхаттăм‚ тĕрлеттĕм. Алă ĕçне хăнăхнăшăн питĕ савăнатăп. Эпĕ мĕн пĕлнине мана анне вĕрентнĕ. Хăй те пур ĕçе те ăстаччĕ, – аса илчĕ Евгения Федоровна. – Анне апат-çимĕçле тата пысăках мар укçашăн пĕр ял çыннисене кăмака хăпартса панă‚ кавирсем тĕртнĕ. Кÿршĕсем пиртен лайăхрах пурăнатчĕç. Çавăнпа тăхăннă тумтирĕсене пире паратчĕç. Пĕрре çапла панă япаласем хушшинче кăвак тĕслĕ свитер пурччĕ. Унăн çанни кивелнĕччĕ‚ умĕпе хыçĕ вара лайăхах сыхланса юлнă. Эпĕ кивĕ свитера çурăм‚ унтан ăна сÿтрĕм. Сÿтнĕ çипрен хама валли калпак‚ шарф тата алсиш çыхрăм. Манăн савăнăçăн вĕçĕ-хĕрри пулмарĕ. Пĕр класра вĕренекен хĕр ачасем епле кĕвĕçетчĕç. Халĕ вара урăх вăхăт. Пурте пур. Хамăра килĕшекен алă ĕçне тупмалла та пĕр ÿркенмесĕр аталанмалла, - тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне ĕç ветеранĕ. Асăннă тĕпулăва хĕрарăм пушă алăпа килмен. Вăл «пэчворк» стилĕпе кивĕ джинс материалĕнчен çĕленĕ пĕчĕк минтерсемпе плед‚ çи витти кăтартрĕ. Унтан шкула асăнмалăх «флористика» техникипе усă курса тунă картинăна парнелерĕ. Валентина МАКАРОВА. Куюргазă районĕ‚ Кривле-Илюшке ялĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Пĕрлехи ĕç çынсене пĕрлештерни паллă. Июлĕн 5-мĕшĕнче Çĕршыв хÿтĕлевçисен паркĕ пĕр шухăшлисене пĕрлештернĕ. Афган вăрçин ветеранĕсем, Шалти ĕçсен министерствин ветеранĕсем, район администрацин, вĕрентÿ пайĕн, «Çемье» уйрăмăн, Пишпÿлек ял Совечĕ ял тăрăхĕн ĕçченĕсем, Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем парка çĕнетме валли нумай вăй хунă. Субботник йĕркипе йывăçсене сайратнă, тротуар тăршшĕпе ÿсекен тĕмсене рете кĕртсе касса тухнă, чĕрĕ карта йеркеленĕ. Çуран çарсен çар машинине кивĕ сăртан тасатса çĕнĕрен сăрланă. «Симĕс беретсем» ушкăнăн ыркăмăллăх концертĕнче пухнă укçа-тенкĕ асăну хăмине çĕнетме май панă. Малта ĕç нумай тата темиçе субботник йĕркелеме планланă. Сÿрĕк кăмăллă мар Пишпÿлек çыннисене ырă ĕçе хутшăнма чĕнетпĕр. Сергей ИВАНОВ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
„Врач çынна, ветеринар этемлĕхе сиплет” – Иван Павлов академикăн çак сăмахĕсем ахальтен мар вичкĕн сăмахсене çаврăннă. Ветеринар - пархатарлă, çынлăхлă профессисенчен пĕри. Вăл çĕр çинчи чи кăткăссисенчен пĕри шутланать, унра питĕ тарăн пĕлтерĕш пытаннă: чĕрчунсен сывлăхне сыхласа çынсен сывлăхне упрасси. Хăйĕн уявне ветеринари службин коллективĕ хăшпĕр çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕ. Районта выльăхсен тата выльăх продукцийĕн ăсату докуменчĕсене электронлă тĕспе илсе пырас ĕç малалла пырать. Çаплах граждансен уйрăм хушма хуçалăхĕсенчи чĕрчунсен мĕнпур тĕсĕсене идентификацилес, йытăсемпе кушаксене чип лартас енĕпе ĕç ăнăçлă пырать. Бюджет укçи-тенки шучĕпе ГАЗ автомобиль никĕсĕнчи дезинфекци установки тата Ишлĕри ветеринари участокĕ валли „Лада-Гранта” çăмăл автомобиль, Султанмуратри ветеринари лечебницин ветработникĕсем валли модуль туяннă. Ишлĕри ве¬тучасток заведующийĕ Миниварис Изикаев, Султанмуратри ветлечебница ветфельдшерĕ Рауф Алимбеков хăйсен ĕçĕнче лайăх результатсем тунă. Хальхи вăхăтра кăçалхи çамрăк выльăхсене бирка лартас ĕç малалла пырать. Уйрăм хушма хуçалăхсенчи пыл хурчĕн çемйисене чип лартма пуçланă. Кайăк-кĕшĕк тата ытти выльăх-чĕрлĕх сутмалли вырăнсем çирĕплетнĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта тупăш паракан урăх ĕçсенчен 2 миллион та 882 пин тенкĕ укçа кĕнĕ. Ку укçа-тенке хамăрăн сотрудниксене тÿлесе хавхалантарма кăна мар, пурлăх-техника базине çирĕплетме те – оборудовани туянма, пÿлĕмсене тĕпрен юсама – янă. Ветеринари службин татса паман ыйтусем сахал мар. Сăмахран, ветеринари участокĕсен çурчĕсене тĕпрен юсасси, юсаса çĕнетесси, çĕнĕрен туса лартасси. „Çулталăкри чи лайăх ветеринари участокĕ” ятшăн республика конкурсĕсенче ыттисемпе ăмăртма пултарччăр тесе, вĕсене оборудованипе, компьютерсемпе, интернетпа, сĕтел-пуканпа тата, май пулсан, автомашинăпа тивĕçтермелле. Кашни ветеринар компьютер техникине, „Меркурий” тата „Регагро” интеграци программисен системинче ĕçлеме, электронлă тĕспе отчетсем тума пĕлмелле. Районăн ветслужби Равиль Султанов ячĕпе тачă çыхăннă. Вăл 35 çул тăршшĕне тĕп ветеринари врачĕ пулчĕ, тивĕçлĕ канăва кайиччен станци начальникĕн должноçĕнче ĕçлерĕ. Пысăк пĕлÿллĕ, ăста руководитель чĕрчунсене сиплемелли тата профилактика ирттермелли хальхи меслет¬сене ĕçе кĕртессине пĕрмаях тимлĕх уйăратчĕ. Хăйĕн ĕçĕн профессионалĕ, профессине пырса тивекен кирек епле ыйтăва тĕрĕс татса паратчĕ, çавăнпа коллективра тата районти ветеринари специалисчĕсем хушшинче пысăк авторитетлă пулса тăчĕ. Районти выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç аталанăвне, унăн эпизооти лару-тăрăвне лайăхлатассине тивĕçтерме пысăк тÿпе хыврĕ. Вăл çине тăнипе, хастар ĕçленипе ветстанцин çĕнĕ çуртне тата лабораторине туса пĕтерчĕç. Государство ветеринари службинче нумай çул тăршшĕне тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна район администрацийĕн, аслăрах органсен Хисеп грамотисемпе пĕрре мар наградăланă. Ăна „Пушкăрт АССР тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ”, „Российăн агропромышленность комплексĕн хисеплĕ работникĕ” ятсем панă. Тивĕçлĕ канура пулсан та Равиль Нурмухаметович тăван коллективпа çыхăнăва татмасть, унăн пурнăçĕпе интересленет. ПР Ветеринари управленийĕ çумĕнчи обществăлла совет членĕ пулса тăрать. Хисеплĕ ĕçтешсем, районти ветеринари службин сотрудникĕсем, ветеранĕсем! Ветеринари работникĕн кунĕ ячĕпе чунтан саламланисене йышăнсамăр! Çак çăмăл мар ĕçе суйласа илнисене пурне те таймапуç. Телей, сывлăх, оптимизм, професси ĕçĕнче ăнăçу тата çĕнĕ çитĕнÿсем! Т. ИБРАКОВ, районти ветеринари станцийĕн начальникĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Росздравнадзор 2018 çултан поликлиникăпа больницăсене тата çирӗпрех тӗрӗслемелли майсем хатӗрлет. Кун çинчен паян Хусанта Росздравнадзорăн коллегийӗнче сӳтсе яврӗç, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Унта Росздравнадзорăн çӗршыври 77 субъектăн уйрăмӗсен ертӳçисем хутшăннă. Çапла вара поликлиникăпа больницăсене малашне риск степенӗ тăрăх уйăраççӗ. Калăпăр, вӗсенче чирлисен шучӗ пысăк-тăк, риск степенӗ те пысăк пулать. Кун... ❮ ❯ Росздравнадзор 2018 çултан поликлиникăпа больницăсене тата çирӗпрех тӗрӗслемелли майсем хатӗрлет. Кун çинчен паян Хусанта Росздравнадзорăн коллегийӗнче сӳтсе яврӗç, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Унта Росздравнадзорăн çӗршыври 77 субъектăн уйрăмӗсен ертӳçисем хутшăннă. Çапла вара поликлиникăпа больницăсене малашне риск степенӗ тăрăх уйăраççӗ. Калăпăр, вӗсенче чирлисен шучӗ пысăк-тăк, риск степенӗ те пысăк пулать. Кун пеккисене кашни çул тӗрӗслесе тăраççӗ, енчен те чирлисем сахал-тăк, вӗсен ӗçӗ çине жалобăсем пулсан кăна тӗрӗслеççӗ. Çакăн пек мерăсен результачӗ вилеслӗх чакни, медицина пулăшăвӗ парас ӗç лайăхланни пулмалла-мӗн. Росздравнадзорăн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçин çумӗ Любовь Шайхутдинова пӗлтернӗ тăрăх, хальлӗхе сăмах плана кӗртнӗ тӗрӗслев пирки кăна пырать. Ытти яланхи схемăпах пулать. Çынсенчен жалоба пур-тăк, сывлăха сиен кӳнӗ-тӗк, тӗрӗслевсем пулаççех. Тутарстанра паянхи кун 3 пине яхăн медицина учрежденийӗ. Пӗлтӗр пурӗ 300 тӗрӗслев ирттерсе 56 процентӗнче йӗркене пăснине асăрханă, пурӗ 200 административлă протокол çырнă.
Районта ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă 14 тăлăх хальхи вăхăтра çурт-йĕр условине лайăхлатмалли черетре тăрать. Кăçал 6 ачана кĕтеспе тивĕçтерме палăртнă, вĕсенчен пиллĕкĕшĕн ăçта пурăнмалли пур халь. Ноябрĕн 17-мĕшĕнче шăпах иккĕн, Патăрьелĕнчи Мария Козловăпа Пăлапуç Пашье- лĕнчи Николай Гурьев, хваттер çăра уççисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн - строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕн Равиль Ямалетдиновăн аллинчен илчĕç. Равиль Фарахутдинович вĕсене çак савăнăçлă пулăмпа саламланă май çемье çавăрса, килĕштерсе пурăнма, ача-пăча çуратса ỹстерме сунчĕ. Çулталăк вĕçлениччен тата тепĕр тăлăха та хваттер пама палăртнă. Сăмах май, "Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă, тăлăх ачасене хушма социаллă пулăшу парасси çинчен" РФ саккунĕпе тата "Çурт-йĕрпе тивĕçтересси пирки" ЧР саккунĕпе килĕшỹллĕн тăлăхсене çурт-йĕр туянса пама 7 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Сăкăтри Алексейпе Оксана Сулагаев- семшĕн тата Каншелĕнчи Юрийпе Надежда Шмаковсемшĕн те çак кун чылайăлăха асра юласса шанас килет. Икĕ çемье те нумай ачаллисен шутне кĕрет: 7-шер ача ỹстереççĕ. Вĕсем ЧР Пуçлăхĕ кăларнă "Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесен социаллă пурнăç шайне ỹстересси пирки" саккунĕпе килĕшỹллĕн пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатма май паракан сертификата тивĕçрĕç. Сулагаевсем йышлă выльăх тытаççĕ, аслă ачисем килтен тухса кайса Шупашкарти аслă шкулсенче пĕлỹ пухаççĕ, кĕçĕннисем вара Сăкăтри вăтам шкула тата ача садне çỹреççĕ. Вĕсем ялтах çурт тума палăртаççĕ, Л. Манзуркина индивиудаллă предпринимательпе килĕшỹ çырнă та ĕнтĕ. Шмаковсем патшалăх паракан пулăшупа хваттер туянма палăртаççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче нумай ачаллă 21 çемье çурт-йĕр условине лайăхлатмалли черетре тăрать, 2023 çулта тата виççĕшĕ çăмăллăха тивĕçеççĕ.
Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑлараканăн, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне уҫнӑ, чӑвашла букварь хатӗрленӗ Иван Яковлевӑн виçĕ ача пулнă: Алексей, Лидия, Николай. Алексей Иванович (1878-1951 çç) историпе кăсăкланнă. Вăл - СССР Наука академийĕн член-корреспонденчĕ, Сталин премийĕн лауреачĕ. Николай Иванович (1883-1949 çç) сăрт-ту инженерĕ пулнă. Çав вăхăтрах çар конструкторĕ те, музыковед та. Лидия Ивановна (1881-1942 çç) хăйĕн пурнăçне ытларах чĕлхесемпе çыхăнтарнă. Вăл ашшӗн чӗлхине те пӗлнӗ, чӑвашла ҫырнӑ. Кун пирки Станислав Убасси журналист, блогер Фейсбукри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Автор Фейсбукри постра Любовь Пижанован «Ефремов и чуваши» статйи пирки асӑннӑ, ӑна вулама сӗннӗ. Чи кӑсӑкки - Лидия Ивановнан лагерьте ҫырнӑ ҫырӑвӗсем упранса юлни. Вӗсене Иван Яковлевӑн ҫывӑх ҫыннисем Чӑваш патшалӑх университетне панӑ, халӗ вĕсем унта тирпейлӗн упранаҫҫӗ. Лидия Ивановна чӑвашла шӑрҫаланӑ ҫырусенчен пӗринче этем шӑпи пирки каланӑ. Шел те, ҫав ҫырӑвӑн чӑвашла варианчӗ пирӗнте ҫук. Этеме хуйхӑпа асап ҫӗлен пекех ҫавӑрса илни, телей вара хирти чечек пек пулни ҫинчен ҫырнӑ. Хӗвел пӑхсанах чечек савӑнать, анчах хуйхӑпа асап пуҫа устараҫҫӗ тенӗ. Чăваш халăх сайтĕнчен. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Мартăн 13-мĕшĕнче Пишпÿлекри Культура керменĕн сцени çинче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăкĕсен театрĕ черетлĕ премьерăпа савăнтарĕ. 10.30 сехетре пĕчĕк куракансем «Золотой цыпленок» юмах курма пултарĕç. Билет хакĕ — 120 тенкĕ. Çав кунах каçхи 19 сехетре «Юрату пурах иккен!» музыка комедине курса савăнма пурне те йыхравлаççĕ. Спектакле Дмитрий Петров режиссер лартнă, пьеса авторĕ — Чăваш Енĕн искусствин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Сидоров. Билет хакĕ — 250 тенкĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Эрнекун Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта районти педагогсен август уйăхĕнчи канашлăвĕ иртрĕ. Вăл "Наукăпа технологие малашлăхра аталантармалли ку чухнехи шкулăн моделĕ" темăпа пулчĕ. Конференци ĕçне Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, республикăри вĕрентỹ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев хутшăнчĕç. "Шкулта ачасене пĕлỹ илме çеç мар, пур енлĕн аталанма та условисем туса памалла. Вĕсен пултарулăхне кĕçĕн классенчех асăрхаса ăна аталантарма пулăшмалла. Паян шкулсене çĕнететпĕр, оборудованипе, техникăпа тивĕçтеретпĕр",- терĕ Рудольф Селиванов вĕрентекенсене тăрăшуллă ĕçшĕн тав туса тата çĕнĕ вĕренỹ çулне кĕтсе илме хатĕр пулнишĕн хĕпĕртесе. Малалла вăл ĕçе çĕнĕ технологисене мĕнле кĕртсе пыни çинче чарăнса тăчĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчен "Манăн шкул" вĕрентỹ платформине çул пама тытăнасшăн. Çавна май вĕренỹ кĕнекисем патне компьютерпа ачасем хăйсем тĕллĕн çăмăллăнах кĕме пултарнăран педагогсен тиевĕ кăштах чакать те. РФ Президенчĕ Владимир Путин 2023 çул Раççейре Педагогпа наставник çулталăкĕ пулассине пĕлтерчĕ. Апла-тăк вĕрентỹ ыйтăвĕсене тимлĕх тата ытларах уйăрмалла. Ку профессие чи лайăх кадрсем килччĕр тесе вăй хумалла. Педагогика кадрĕсене тишкерни çакна палăртать: 20 çул вĕрентекенре ĕçлекенсен йышĕ 73,5 процентпа, аслă категориллисен 97,3 процентпа танлашать. Йыша çамрăксене хушасси пысăках мар. Кăштах 9 тата 11 классенчен вĕренсе тухнă чухнехи ачасен экзаменĕсем çинче чарăнса тăрар. Кĕçĕннисем вырăс чĕлхипе тата математикăпа кĕтнĕ кăтартусене тăваймарĕç. Аслăраххисен вара математикăпа, обществознанипе, биологипе пысăкрах балл пухнисен шучĕ ỹсрĕ. Шкулсенче "Точка роста" кабинечĕсем уçни те мал ĕмĕтлĕ ачасене аталанма, профориентаципе ĕçлеме май парать. Çамрăкăн шкултах кам пулассине палăртма май пултăр. Шкул - техникум - вĕрентỹпе производство комбиначĕ пĕрле ĕçлеме пултарни паха. Чылай шкул Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕпе çыхăнура пулни савăнтарать. Вĕренекенсен тата вĕрентекенсен ĕç хаклавĕ вăл - конкурссене хутшăнни. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче регион, Раççей тата тĕнче шайĕнчи олимпиадăсенче 56 призер пулнă. Вăл маларахри çулсемпе танлаштарсан 13 ача ытларах чыса тивĕçнине çирĕплетет. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Наталия Антонова республикăри "Чи лайăх класс ертỹçи", Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти Гелия Начаева "Педагогика дебючĕ - 2022", Лилия Куликова "Чăваш Енри чи лайăх социаллă педагог" конкурсра лауреатсем пулчĕç. Районти шкулсенче 4180 ача парта хушшине ларĕ. Вăл шутран 378-шĕ шкул алăкне пĕрремĕш хут уçĕ. Малашне шкулсенче директорсен воспитани енĕпе ĕçлекен канашçисем пулаççĕ. Вĕсем - тĕрлĕ енлĕ специалистсем. Воспитани ĕçне тĕллевлĕ илсе пыма пулăшĕç те. Вĕренỹ учрежденийĕсенче çавăн пекех патшалăх символĕсене пысăк тимлĕх уйăрĕç, кашни линейкăрах Раççей тата Чăваш Ен ялавĕсене çĕклĕç, гимнĕсем янăрĕç. Шкул ачисем обществăлла пурнăçа хастар хутшăнма пултарччăр тесе тăрăшмалла. Çитĕнекен ăру çĕршыв, çут çанталăк, çын, туслăх, çемье, пĕлỹ, сывлăх, ĕç, культура, илем мĕнне шкултанах пĕлсе тухтăр. Раççей вĕрентỹ министерстви шкулсенче анлă проекта "Кирли çинчен калаçу" ĕçе кĕртме палăртать. Музейсен, театрсен, музыка коллективĕсен, çĕнĕ спорт секцийĕсен ĕçне йĕркелесе пымалла. Районта хушма пĕлỹ паракан 3 учреждени ĕçлет. Вĕсем те çитĕнекен ăру ăсталăхне аталантарма пулăшаççĕ. Шкул çулне çитмен учрежденисене çỹрекен ачасем вĕренỹ системин никĕсне унта хываççĕ. Вĕсенче 292 çын ĕçлет. 1415 ача садика çỹрет. Педагогсен професси пĕлĕвне ỹстерес тĕлĕшпе те конкурссем ирттереççĕ. 2022 çулта "Солнышко" ача садĕнчи Илюзя Купкенова воспитательница районта çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Пĕчĕкскерсемпе ĕçлекенсем тĕрлĕ шайри тупăшăва хутшăнаççĕ. Конференцире вĕрентỹ организацийĕсене номинацисемпе, ĕçре пуçарулăхпа хастарлăх кăтартнисене сумлă наградăсемпе хавхалантарчĕç. Педагогика ĕçĕн ветеранĕсене "Патăрьел районне туса хунăранпа 95 çул" юбилей медалĕпе чысларĕç. 10 харсăр вĕренекен район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине илме пуçлĕ (ỹкерчĕкре, 1 стр.). Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Валерий Платонов "Чăваш Республикин физкультурăн тата спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул директорĕ Людмила Лялина "Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ сферин хисеплĕ ĕçченĕ", Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Алина Гаврилова педагог-психолог "Раççей Федерацийĕнчи ачасемпе çамрăксене воспитани парас сферăри хисеплĕ ĕçчен" ятсене тивĕçнĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнчи ĕç-хĕлпе район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова паллаштарчĕ. Вырăнти шкулти "Тамчы" инструментсен ансамблĕ (ертỹçи А.Абитова) уяв илемне кỹчĕ. Çавăн пекех педагогика ĕçченĕсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, республикăри вĕрентỹ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев, вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Светлана Елагина та саламларĕç. Юрий Николаевич Пăлаçипе Юхма Ен хастарĕсене "Сиртен малта утса пыракан çын пулмалла мар" терĕ. Çак сăмахсене пурнăçа кĕртесчĕ.
Грамматика (грек. grammatike «вулама тата çырма вĕрентекен искусство»), — чĕлхе тытăмĕ, унăн саккунĕсем çинчен вĕрентекен ăслăлăх. Икĕ уйрăлми тачă çыхăннă пайран — морфологипе синтаксисран — тăрать. Грамматикăн тĕп ăнлавĕсем шутне грамматика категорийĕ, грамматика форми тата грамматика пĕлтерĕшĕ кĕреççĕ. Чĕлхери тулли пĕлтерĕшлĕ кашни сăмахăн лексика пĕлтерĕшĕ те, грамматика пĕлтерĕшĕ те пур. Лексика пĕлтерĕшĕ конкретлă та, асбтрактлă та пулма пултарать. Грамматика пĕлтерĕшĕ вара яланах абстрактлă. Тĕслĕхрен, вăрман, улăх, хĕвел, пĕлĕт — конкретлă пĕлтерĕшлĕ сăмахсем, кашнин хăйĕн лексика пĕлтерĕшĕ пур. Грамматика тĕлĕшĕнчен вĕсем абстрактлă пĕлтерĕшлĕ: унашкал сăмахсене пĕтĕмлетсе япала ячĕ тетпĕр, вăсем тĕп падежра, пĕрреллĕ хисепре. Урăхла каласан, грамматика абстракципе, пĕтĕмлетӳпе çыхăннă. Грамматика пĕлтерĕшĕ грамматика формипе тачă çыхăннă, вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрма май çук. Сăмахăн грамматика форми чĕлхен ятарлă хатĕрĕсемпе — морфемăсемпе пулать. Морфемăсем шутне сăмах тымарĕ тата аффикс кĕреççĕ. Тĕслĕхрен, юлташпа, лашапа, кĕнекепе, кăранташпа формăсенче пĕр пек морфема -па (-пе) пур, ăна аффикс теççĕ. Çак аффиксен пĕрлелĕх падеж формине тăвать. Тĕрлĕ грамматика формине тума тĕрлĕ аффсемпе усă кураççĕ. Грамматика категорийĕ — пĕр йышши пĕлтерĕшлĕ грамматика формисен пĕр-пĕринпе хирĕçле речĕсен системи. Сăмахран, япала ячĕсен падеж категорийĕ пуррине палăртатпăр. Çак категорие тăвакан падеж формисем (вĕсем чăваш чĕлхинче саккăр) пĕр-пĕринпе хирĕçлев тăваççĕ, вĕсен пĕлтерĕшĕсем кашнин хăйне евĕрлĕ. Тепĕр тĕслĕх: глаголăн вăхăт категорийĕ пур, вăл ĕçĕн вăхăтне пĕр-пĕр каланă вăхăтпа çыхăнтарса пĕлтерет. Çавна май вăхăт категорине тăвакан формăсем иртнĕ, хальхи тата пулас вăхăт пĕлтерĕшлĕ. Грамматика морфологипе синтаксисран тăнă пирки категорисем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ: морфологи категорийĕсем тата синтаксис категорийĕсем. Кашни пуплев пайĕн хăйĕн грамматика категорийĕсем пур. Чĕлхен грамматика тытăмĕ, лексикăпа танлаштарсан, хăйĕн çирĕплĕхĕпе палăрса тăрать: вăл улшăнать пулсан та, çав тери вăрах улшăнать. Чĕлхе лексики пурнăç аталанăвне пула пĕрмаях улшăнса пырать. Грамматика чĕлхе тытăмĕн ытти пайĕсемпе те (фонетикăпа, фразеологипе) тачă çыхăнса тăрать. Тĕслĕхрен, сасăсем морфемăсемпе сăмах формисене, предложенипе унăн членĕсене тумалли хатĕр шутланаççĕ. Наука тата шкул грамматикисемПравить Чĕлхе ăслăлăхĕнче «наука грамматики» тата «шкул грамматики» текен ăнлавсем тĕл пулаççĕ. Наука грамматики чĕлхен грамматика тытăмне çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсемпе тарăн тишкерсе тĕпчет. Вăл чĕлхен хальхи тытăмне те, авалхи тытăмне те тĕпчесе пĕлме пултарать; çавна пула хальхи наука грамматики тата историллĕ наука грамматики пулать. Наука грамматикиПравить Хальхи чĕлхен наука грамматики хăй виçĕ тĕрлĕ: описаниллĕ, теориллĕ тата описаниллĕ-нормăллă. Описаниллĕ грамматика чĕлхе тытăмне е унăн уйрăм пайĕсене (сăмах пулăвне, морфологине, синтаксисне) туллин çырса кăтартать. Тĕслĕхрен, И. П. Павловăн «Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи» (1966) кĕнеки. Описаниллĕ-нормăллă грамматика маларах асăнниех, анчах та кунта тĕрлĕ грамматика формисемпе конструкцийĕсен нормисене палăртаççĕ. Теориллĕ грамматика чĕлхе наукин кăткăс та татса паман йывăр ыйтăвĕсене тишкерсе тĕпчет. Чăваш чĕлхи ăслăлăхĕнче кун йышши грамматика шутне И.А.Андреевăн «Чăваш синтаксисĕн ыйтăвĕсем» (I пайĕ — 1973, II пайĕ — 1975) кĕнекисем кĕреççĕ. Шкул грамматикиПравить Шкул грамматики наука грамматикинчен чылай уйрăлса тăрать. Кунта грамматикăн шкул пурнăçĕнче кирлĕ ансат ыйтăвĕсене традицие шута илсе çутатса параççĕ, çавăнпа та чылай чухне шкул грамматики наука грамматикинчен кая юлать, ирĕксĕрех хирĕçӳллĕ пулса тухать. Чĕлхе тĕпчевçисем шкул грамматикин теори никĕсĕсем наука грамматикине хирĕçлемелле мар теççĕ.
Район Совечĕ тата администрацийĕ сире Россия кунĕ ячĕпе – халăх пĕрлĕхĕн тата пирĕн Тăван çĕршывăн хальхи пурнăçĕшĕн, малашлăхĕшĕн пĕрлехи яваплăх символĕпе – саламлаççĕ! Россия пиртен кашнишĕн тăван кĕтесрен, эпир хамăр ĕçлекен, ачасем пăхса ÿстерекен тата малашлăха плансем тăвакан вырăнтан, пуçланать. Кулленхи ĕçĕпе района аталантаракансене, обществăлла пурнăçа активлă хутшăнакансене пурне те тав тăватпăр. Çирĕп сывлăх, çемье телейĕ, ырлăх-пурлăх, ыран­хи куна шанма тата ырă ĕçсенче пуринче те çитĕнÿсем сунатпăр! Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II Ку эрнере пурнăç ориентирӗсене çӗнӗрен пăхса тухатăр. Ытлашши шала кӗрсе кайса пурнăçăра тӗпрен улăштарма шутлатăр. Хăшӗсем телейсӗр хутшăнусене вӗçлӗç, теприсем çемье çавăрма шутлӗç. Сахал ӗç укçиллисем çӗнӗ ӗç шырама тытăнӗç. ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III Тахçанхи пӗлӗшӗрпе хутшăнусем пăсăлаççӗ. Вăл чунтан канаш панине шанмасăр пысăк йăнăш тăватăр.... ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II Ку эрнере пурнăç ориентирӗсене çӗнӗрен пăхса тухатăр. Ытлашши шала кӗрсе кайса пурнăçăра тӗпрен улăштарма шутлатăр. Хăшӗсем телейсӗр хутшăнусене вӗçлӗç, теприсем çемье çавăрма шутлӗç. Сахал ӗç укçиллисем çӗнӗ ӗç шырама тытăнӗç. ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III Тахçанхи пӗлӗшӗрпе хутшăнусем пăсăлаççӗ. Вăл чунтан канаш панине шанмасăр пысăк йăнăш тăватăр. Юратуллă хутшăнусем малаллах тăсăлаççӗ, çывăх çыннăрăн çитменлӗхӗсене курмастăр. Эрне вӗçӗнче тин куç уçăлать: юл­ташăртан каçару ыйтма, савнийӗрпе сывпуллашма тивӗ. ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере мăшăрпа калаçма йывăртарах пулӗ. Сирӗн хушăра çуралнă тавлашăва тӳрех татса пама пулмӗ. Ӗçре хушма ӗç пама пултарӗç. Канмалли кунсем тӗлне ывăнса çитетӗр. Çавăнпа пӗр кунлăха та пулин мӗнпур ӗçе пăрахса вăхăта юлташсемпе е çемьепе ирттерме тăрăшăр. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Ку эрнере уйрăмах сывлăхпа тимлӗ пулмалла. Сивве пула пыр шыçма пултарать. Ытти енӗпе пурнăçра йывăрлăхсем пулмаççӗ. Ӗçре çӗнӗ юлташ тупăнать. Вăл пулăшнипе чылай проблемăсене татса паратăр. ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI Ку эрнере сирӗн пӗччен юлма юрамасть, кичем шухăшсем пусса илни депрессие яма пултарӗ. Ку чухне спортпа апаланни лайăх пулăшать. Ӗçре çӗнӗ проектсем пуçласан юлташсен пулăшăвӗнчен ан пăрăнăр. Пӗччен çитӗнӳ тăваймастăрах. РАК 22.VI - 22.VII Çак тапхăрта аçăр-аннӗрпе хăвăр хушшăрти тахçанхи ăнланманлăхсем çивӗчленеççӗ. Кирлӗ калаçусенче хăвăра лăпкăн тытăр. Мăшăрăрпа та тавлашма пултаратăр, вăл мӗн те пулин туянма ыйтсан шухăшласа пăхма шантарăр. Кăштахран вăл хăй те çак шухăшран писме пултарать. АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII Çак кунсенче кашни тӗл пулнă çынпах калаçмастăр. Кашнинчен мӗн те пулин кӗтетӗр. Кам-тăр карьера патне çитерекен çутă çул, тепри харпăр Купидон пулӗ. Кăмăлланă çын сирӗншӗн çавăн пекех инçе пулӗ. Тен, лару-тăрăва хăй еккипе ямалла е урăххи çине пăхма пуçламалла? ХӖР 24.VIII - 23. IX Çак тапхăрта шутламан тăкаксем сиксе тухаççӗ. Ачасенчен хăшне-тӗр малалла вӗрентме е пӗр-пӗр питӗ те кирлӗ пысăк япала туянма тивӗ. Тинех юратнă çыннăр пур-çукшăнах кӗвӗçме пăрахӗ. Канмаллисенче кӗтмен хăнасем килсе çитӗç - нумайлăха, çапах та хумханусем ырă пулӗç. ТАРАСА 24.IX - 23.X Ку эрнере питӗ нумай критика илтетӗр. Пуçлăх ӗçе кая юлса тата йăнăшсемпе тунăшăн, мăшăрăр килти ӗçсене вăхăтлă туманшăн тарăхӗç. Хăвăра та ку йăлăхтарса çитерӗ - пӗччен пулас килӗ. Канмаллисенче инçетре пурăнакан тăванăр патне кайма пултаратăр. СКОРПИОН 24.X - 22.XI Çывăх çынсемпе хутшăнусем пӗр тикӗс мар. Кам-тăр сирӗн çинчен элек сарать, пӗрле ӗçлекен, куллен тӗл пулакан çынсем вара çавна шанаççӗ. Ыр ята тавăрас тесе пур ӗçе те пăрахма тивӗ, çӗнтерӳ сирӗн енче пулӗ. Ачасем итлеме пăрахни те пăртак хумхантарӗ. УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII Ку эрнере таçта инçене плансем туса хуратăр. Ăнăçлă пулас тӗллев­пе ӗçре нумай япалана улăштаратăр. Хăш-пӗри ӗмӗтленнӗ должноçа йышăнӗ е урăх çӗре ӗçлеме кайӗ. Харпăр пурнăçра вара пит пысăк улшăнусем çук.
Кĕрхи ĕçсем вĕçленчĕç. Ĕлĕкренех килекен йăлапа килĕшÿллĕн тухăçа пуçтарса илсе чунтан савăнса юрăсем юрламалли вăхăт çитрĕ. Пушкăртстана Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ килессине пĕлсен вара‚ палăртнă куна чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Çынсем савăнăçлă хыпара тăванĕсене шăнкăравласа пĕлтерчĕç‚ тус-юлташĕсене концерта кайса курма йыхравларĕç. Октябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ çĕнĕ программипе Пушкăртстан çĕрĕ çинче гастрольте пулчĕ. Çак кунсенче Октябрьскипе Пелепей‚ Çтерлĕпе Ĕпхÿ, Кумертау хулисенче тата Авăркаспа Федоровка, Миякипе Пишпÿлек тăрăхĕнчи район центрĕсенче, Чекмагуш районĕнчи Юмашра концертсем иртрĕç. Паянхи кун интернет вăй илнĕ. Соцсетьсенче артистсем питĕ лайăх концерт кăтартни çинчен‚ вĕсене тав сăмахĕсем çырнине вулама пулчĕ. Çавăнпа Çтерлĕ çыннисем те асăннă концерта чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Акă кĕтнĕ кун çитрĕ. Вырăнти тата çывăхри ялсенчен чылай халăх пухăнчĕ. Нумайăшĕ вара концерта палăртнă вăхăт тĕлне мар‚ иртерех килсе çитнĕ. Фойере пухăннă пĕлĕшсем пĕр-пĕринпе сăмах вакларĕç‚ уяв ячĕпе саламларĕç‚ хыпарсене пĕлтерчĕç. Паллах‚ кашни çыннăн кĕсъе телефонĕ пур. Анчах чĕрĕ калаçуран лайăхраххи ним те çук. Акă концерт курма йыхравласа шăнкăрав пачĕç те уяв программи пуçланчĕ. Çак каçхине пире артистсем нумай савăнăç кÿчĕç. Кашни номер вĕçленсен халăх тăвăллăн алă çупрĕ. Чăн та‚ чун юрларĕ те ташларĕ. Кăмăл хавхалануллă пулнипе куракансем пĕр вырăнта шăп лармарĕç. Вĕсем те артистсемпе пĕрле ташша ячĕç. Пултарулăх ăстисем пирӗн мăн асаттесен çĕршывĕнчен килсе çитнĕренех пуль. Çавăнпа эпир вĕсене тăвана йышăннă пек кĕтсе илтĕмĕр. Унсăр пуçне ансамбль администраторĕ, пултаруллă юрăçă Алена Силпи - пирĕн ентеш. Эпир вăл юрланине те, ытти артистсен илемлĕ вокал номерĕсемпе хаваслă ташшисене те илтсе-курса килентĕмĕр. Алена Силпипе тĕл пулса калаçма май килчĕ. - Алена‚ епле темăпа çыхăннă ансамбль гастролĕ? Халăх сире мĕнле кĕтсе илет? - Кăçал Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ 95 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Çавăн пирки ансамбль Пушкăртстан Республикине çул тытрĕ. Унсăр пуçне эпир чăваш халăхне юрă-ташăсемпе‚ халăх йăли-йĕркисемпе паллаштарасшăн. Çак гастроле юбилей турĕ тесен те юрать. Ушкăн ертÿçи – Раççей халăх артисчĕ Юрий Васильевич Васильев‚ К.В.Иванов ячĕллĕ патшалăх преми лауреачĕ. Çак çулçÿреве ытларах ансамблĕн çамрăк пайташĕсем тухрĕç. Вĕсем те Пушкăртстанра пурăнакан чăваш халăхĕпе тĕл пулма‚ паллашма хавас. Пире чăвашсем кăна мар‚ ытти халăхсем те‚ пушкăртсем‚ мордвасемпе тутарсем‚ ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Ку, паллах‚ савăнтарать. Ансамбль пултарулăхне район ертÿçисем‚ культура сферинче ĕçлекенсемпе куракансем тивĕçлĕ хак пачĕç. Эпир те Пушкăртстан Республикинчи ЧНКан полномочиллĕ представительне Ф.В. Кузьмина тата районти наципе культура автономи ертÿçисене пысăк тав калатпăр. Уйрăмах О.Ю.Бабиковапа Ю.А.Петрова палăртса хăвармалла. Олеся Юрьевна тăрăшнипе пире‚ артистсене‚ Çтерлĕ хулинче тăванла‚ çемье ăшшипе кĕтсе илчĕç. Ю.А.Петров та ансамбль гастролĕ тухăçлă ирттĕр тесе нумай вăй хучĕ. Эпир те куракансемпе пĕрле пушкăрт çĕрĕ çинче çĕнĕ пултарулăх тĕлпулăвĕсем иртессе шанатпăр. Ансамбль балетмейстерĕ Лидия Авинеровна Попова - ЧР халăх артистки, - тет А.Савельева. Сцена çинче куракансен ятĕнчен чылай тав сăмахĕсемпе ăшă йĕркесем каларĕç. Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамбльне ЧНКан полномочиллĕ представителĕ‚ Пушкăртстанри чăвашсен пĕрлешĕвĕн РОО ертÿçи Ф.В. Кузьмин Тав çырăвĕпе чысларĕ‚ «Шуратăл» литпĕрлешÿ ятĕнчен Микул Ишимбай вырăнти авторсен кĕнекисене парнелерĕ. Çавăн пекех Çтерлĕри ЧНКА председателĕ О.Ю.Бабикова, «Тавах» ансамбль ертÿçи О.А.Иванова‚ вырăнти адвокатсен коллегин пайташĕ Г.В.Дмитриев‚ А.Л.Иванова предприниматель тухса калаçрĕç‚ тав турĕç. Концерт хыççăн кăмăл тăвакансем «Тĕлпулу» кафере дискотекăна пухăнчĕç. Туслă та ăшă калаçу сĕтел хушшинче тăсăлчĕ. Эпир хăнасене тивĕçлĕ кĕтсе илтĕмĕр тесе шутлатпăр. Черетлĕ тĕлпулăва кĕтетпĕр. Йăлана кĕнĕ тăрăх‚ Толбазăри концерт умĕн эпир Ирина Филиппова алĕç ăстаçи патĕнче хăнара пултăмăр. Вăл - ылтăн алăллă хĕр. Мĕнле кăна тĕрĕ çук-ши унăн!? Унсăр пуçне çекĕлпе салфеткăсем çыхать‚ капăрлăхсем тăвать. Иринăн Чăваш Енре пурăнакан юлташĕсем чылай. Çавăнпа артистсем гастрольпе Пушкăртстана килсен унпа тĕл пулма васкаççĕ. Чăваш хĕрĕ çинчен хаçатра та пĕрре мар çырнă. - Пушкăртстан Республикинчи гастроль турĕ вĕçленчĕ. Эпир республикăра пурăнакансемпе унăн хăнисене пире ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн‚ тăвăллăн алă çупнăшăн чунтан тав тăватпăр. Тепре тĕл пуличчен! - тет кăмăллăн пирĕн ентеш. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Кăçал çулталăк пуçланнăранпа паянхи кун тĕлне пирĕн республикăра 194 пушар тухнă‚ вĕсенче 12 çын вилнĕ тесе пĕлтернĕ Пушкăртстан Республикинчи чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн пресс-службинче. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа паянхи кун тĕлне пирĕн республикăра 194 пушар тухнă‚ вĕсенче 12 çын вилнĕ тесе пĕлтернĕ Пушкăртстан Республикинчи чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн пресс-службинче. Ведомствăра палăртнă тăрăх‚ çак тапхăрта электричество оборудованисемпе тĕрĕс мар усă курни вут-çулăм инкекĕсен чи анлă сарăлнă сăлтавĕ пулса тăнă. Юлашки пушар январь уйăхĕн 11-мĕшĕнче Давлекан районĕнче тухнă. Унта 52 çулхи арçын инкек курнă. Халĕ ĕç-пуçăн сăлтавне уçăмлатса парассипе ĕçлеççĕ. Ирида НОВИКОВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Пушкăртстан Республикин законĕсене улшăнусем кĕртнĕ май, 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен йывăрлă хĕрарамсене тата кăкăр ĕмĕртекен амăшĕсене (сахал тупăшлисен шутне кĕрекенсене) ятарлă апат-çимĕçпе тÿлевсĕр тивĕçтересси тата 3 çула çитмен ачасене типĕ хутăшсемпе, типĕ пăтăсемпе тата ача-пăча апатланавĕн ятарлă сĕт продукчĕсене «Молочная кухня» ПР Патшалăх автономлă учрежденийĕ пурнăçлать. Çÿлерех асăннă категорие кĕрекен граждансен договор тумалла тата документсем хатĕрлемелле. Договор тумалли адрессемпе, вĕсен ĕç йĕркипе, мĕнле документсем кирлине пĕлме www.milkrb.ru адреспа паллашма пулать. Пишпÿлек районĕнче социаллă пулăшу паракан юридика сăпатĕнчи предприятисен шутĕнче 60-мĕш аптека, 17-мĕш аптека (Пишпÿлек районĕ, Пишпÿлек ялĕ, Центральная урамĕ, 53). Документсене декабрĕн 27-мĕшĕнчен йышăнма пуçланă, йышăну вăхăчĕ — ытларикун, эрнекун, 14 сехетрен 19 сехетчен. Ятарлă апат-çимĕçе ытларикунсенче тата эрнекунсенче 14 сехетрен 19 сехетчен параççĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Июнӗн 21-22-мӗшӗсем - кун таврăнăшӗ, урăхла каласан çулталăкри чи вăрăм кунсемпе кӗске каçсем. Паян кинологсене тата скейтбордпа ярăнма юратакансене саламлатпăр! Тутарстан гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тăрăх, паян пӗлӗтлӗ çанталăк пулать, вырăн-вырăнпа çумăр çăвать, аслати авăтать, пăр çăвать. Çил çурçӗр-хӗвеланăçӗнчен (аслати вăхăтӗнче çеккунтра 15-20 метр хăвăртлăхпа) вӗрет. Çӗрле +8..+13, кăнтăрла +20..+25 градус. Çанталăк... Июнӗн 21-22-мӗшӗсем - кун таврăнăшӗ, урăхла каласан çулталăкри чи вăрăм кунсемпе кӗске каçсем. Паян кинологсене тата скейтбордпа ярăнма юратакансене саламлатпăр! Тутарстан гидрометцентрӗ пӗлтернӗ тăрăх, паян пӗлӗтлӗ çанталăк пулать, вырăн-вырăнпа çумăр çăвать, аслати авăтать, пăр çăвать. Çил çурçӗр-хӗвеланăçӗнчен (аслати вăхăтӗнче çеккунтра 15-20 метр хăвăртлăхпа) вӗрет. Çӗрле +8..+13, кăнтăрла +20..+25 градус. Çанталăк календарӗ: Çак кун чи шăрăх çанталăк 1923 çулта пулнă, ун чух сывлăш температури +35 градуса çитнӗ, 1962 çулта вара термометр +6 градусран ытла хăпарман. Халăх календарӗпе - Федор. Çак кун аслати авăтса çиçӗм çиçет пулсан, утăçи çумăрлă пулать. Астрологи прогнозӗ: Ӗçтешсен пулăшăвӗ кирлӗ пулать. Çак вăхăтра шанчăклă çынсем юнашар пулни питӗ кирлӗ.
Раççей Президенчĕ паян çĕршывăн творчество аслă шкулĕн — С.А. Герасимов ячĕллĕ Петĕм Раççей кинематографи патшалăх институтчĕн (ВГИК) чаплă выпускникĕсемпе тĕл пулать. Çакăн çинчен Кремль пресс-служби пĕлтерет. ВГИК — Раççей кинематографи отраслĕн никĕс институчĕ, вăл кино, телевидени, ытти экран искусствисен специалисчĕсене аслă, вăтам тата хушма пĕлÿ программисем тăрăх хатĕрлет. 1919 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче халăха çутта кăларас Наркомат çумĕнче Пĕтĕм Раççей фотокино пайне, патшалăх кино шкулне йĕркеленĕ, каярахпа вăл пурте пĕлекен ВГИК пулса тăнă. 1992 çулта вĕренÿ заведенин ятне С.А. Герасимов ячĕллĕ Пĕтеĕм Раççей кинематографи патшалăх институчĕ тесе улăштарнă. 2007 çултанпа аслă шкул ректорĕ РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, искусствоведени докторĕ Владимир Малышев шутланать. Институтра 7 факультет. 2013 çулхи апрельте института Путин указĕпе килĕшÿллĕн РФ халăхĕсен культура еткерĕн уйрăм хаклă объекчĕсен шутне кĕртнĕ. Çак институтран тĕрлĕ çулсенче паллă кинематографистсем вĕренсе тухнă: Всеволод Пудовкин, Сергей Бондарчук, Татьяна Лиознова, Эльдар Рязанов, Юрий Озеров, Марлен Хуциев, Григорий Чухрай, Петр Тодоровский, Леонид Гайдай, Сергей Параджанов, Василий Шукшин, Андрей Тарковский, Кира Муратова, Андрей Кончаловский, Никита Михалков, Станислав Говорухин, Карен Шахназаров, Александр Сокуров. ВГИК выпускникĕсем хушшинче пурте пĕлекен артистсем пулнă: Любовь Соколова, Нонна Мордюкова, Вячеслав Тихонов, Николай Рыбников, Людмила Гурченко, Леонид Куравлев, Лариса Лужина, Галина Польских, Сергей Никоненко, Николай Еременко, Наталья Андрейченко, Елена Цыплакова, Андрей Мерзликин тата ыттисем. #ВладимирПутин Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх 3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ 2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке 1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан 1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла
Темиçе пин çул каялла Çурçĕр полюсĕн ирĕлнĕ пăрлăхĕсем (ледники) хуллен тип çĕрсем (суши) çине шуса анма тытăннă. Икĕ-виçĕ çухрăм хулăнăш, акăш-макăш пысăк пăр катăкĕсем хыççăн 1,3 çухрăм тарăнăш варсем тăрса юлнă. Ту айккинчи варсенчен тăварсăр шыв юхма пуçланă. Айлăмри тарăн канавсене океан шывĕ юхса кĕнĕ (урăхла вĕсене фьордсем теççĕ). Çак икĕ тĕрлĕ шыв пĕрлешнипе тĕлĕнмелле илемлĕ, изумруд евĕр çутă симĕс шыв пулса тăнă. Мал ĕмĕтлĕ, инçе курăмлă Норвеги халăхĕ çак çут çанталăк пулăмне пысăк пахалăхлă турист таварне çавăрма шутланă. Çапла туса вĕсем пĕрре те йăнăшман. Паянхи кун фьордсене курас тесе Норвегине туристсем тĕнчен тĕрлĕ-тĕрлĕ кĕтесĕнчен килеççĕ. Фьордсем çĕршыва питĕ пысăк тупăш параççĕ. Норвеги – тĕлĕнмелле историллĕ çĕршыв. Кĕске вăхăтрах вăл чухăн пурăнакан патшалăхран пуян, паянхи саманапа пĕр тан утакан çĕршыв пулса тăнă. Татăклă улшăну 1968 çулта, нефть пур вырăна шыраса тупнă хыççăн, пулса иртнĕ. Маларах Норвеги çĕршывĕ треска пулă сутнипе çеç пурăннă. Вăл укçапа малалла каяймăн. Çавăнпа та çĕршыв питĕ чухăн пулнă. Паянхи Норвеги - экономика тĕлĕшĕнчен ура çинче çирĕп тăракан çĕршыв. Халĕ вăл экономика аталанăвĕнче усă курман укçа-тенкине мĕнле те пулсан тупăшлă вырнаçтарас тесе пуç ватать. Çак çĕршывра пурăнакансенчен кашниех çулла тăватă, хĕлле пĕр эрне (Норвегире йĕлтĕрлĕ каникул теççĕ - авт.) канма пултарать. Кунта тип-тикĕс çулсемпе автобансем. Вĕсем тăрăх TESLA евĕр электромобильсем çÿреççĕ. Çĕр айĕнче темиçе çухрăма тăсăлакан хĕресленекен çулсемпе транспорт çÿретмелли сооруженисем пур. Вĕсене сывлăш уçăлтармалли установкăсемпе, телефон çыхăнăвĕпе, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтернĕ. Кирлĕ пулсан медицина пулăшăвĕ те параççĕ. Çывăх вăхăтра Норвегинче карапсем çÿремелли тоннельсем те тăвĕç. Ун пекки тĕнчере те çук. Норвеги - асамлă фьордсен, çатма пек тикĕс çулсен, хаклă машинăсен, 25 çухрăма тăсăлакан тоннельсен çĕршывĕ çеç мар, тролльсен, техĕмлĕ çăкăрсен, тутлă пулăсен, таса шывсен (савăтсенчи шывсене туристсене валли çеç сутаççĕ) çĕр планета кĕтесĕ те. Мана, пысăк хуласенчен инçетре вырнаçнă пĕчĕк ялта çуралса ÿснĕскере, ялсене курса çÿреме интереслĕ пулчĕ. Норвегинче çынсем пĕр-пĕринчен инçетре вырнаçнă вăтам çуртсенче, хуторсенче пурăнаççĕ. Çурчĕсем ытларах пĕр евĕрлĕ. Вĕсем пĕр-пĕринчен нимпе те уйрăлса тăмаççĕ. Кунта Раççейри пек икĕ-виçĕ хутлă керменсене асăрхамарăм. Норвегинче çуртсем вăтам çеç пулни ытларах перекетлĕхпе çыхăннă. Ăшă сыхлантăр тесе çуртсене çÿллĕ тумаççĕ, чÿречисем те пĕчĕк. Чÿречесем пысăкрах курăнччăр тесе вĕсене йĕри-тавра шурă сăрпа сăрлаççĕ. Ку йăла мĕн авалтанах пырать. Ĕлĕк чÿрече рамисене сăрламалли шурă сăрăсем пÿрт стенисене сăрламаллисенчен те хаклăрах пулнă. Йăлана кĕнĕ тăрăх, стенасене хура тĕспе сăрлаççĕ. Хура тĕс ăшша ытларах туртса илет теççĕ. Апла пулсан, ытлашши сивĕ мар чухне пÿрт çут çанталăк мелĕпех ăшăнать. Çавăн пекех хăмăр тĕспе сăрланă пÿртсем те тĕл пулаççĕ. Вăл та йăлана кĕнĕ тĕс шутланать. Перекетлĕрех пултăр тесе ĕлĕк сăрăсене пăхăр шăратнă хыççăн юлакан хутăшсенчен тунă. Паянхи Норвеги çыннисен çурчĕсемпе хуралтисем çумĕнче тĕрлĕ тухăç акса ÿстерекен çĕрсем пур. Вĕсем çинче алă ĕçне пĕтĕмпех улăштарнă техника та курма пулать. Çĕрсем акмасăр-лартмасăр пушă выртмаççĕ. Вĕсемпе май пур таран усă курма тăрăшаççĕ. Çанталăка пăхмасăр шăрăх çĕршывсенче туса илекен культурăсене те çитĕнтереççĕ. Вăрмансем таса. Вĕсене пăхса, тирпейлесе тăни сисĕнет. Ял хуçалăхĕ кунта вăйлă аталаннă. Патшалăх çак ĕç валли фермерсене сахал мар укçа-тенкĕ парса пулăшать. Машина çулĕсем çинче пĕр хăрамасăр тĕрлĕ выльăх - сурăхсем, качакасем, альпаксем - çÿреççĕ. Вĕсене пурне те чипсем лартнă. Хăйсен выльăхĕсене ту хăяккинче кĕтсе çÿресе çĕршыва туристсемшĕн тата та илĕртÿллĕрех тăвакан фермерсене хушма укçа параççĕ. Норвегире пысăк технологисем анлă аталаннă. Çĕршывра пур ĕçе те компьютер урлă тăваççĕ. Çавна май çул çинчи йывăç маяксене тата симĕс çĕр тăрăллă пÿртсене курма тата та интереслĕрех пулчĕ. Çавăн йышши тăрăсене тĕрлĕ хуралтăсемпе чарăнусем çинче çеç мар, хула варринчи чаплă çуртсем тăрринче те курма пулать. Норвегинче Симĕс çĕр тăрăсен ассоциацийĕ те пур. Норвеги – çитĕнекен ăрăва хăйсен çĕршывне юратма вĕрентсе ÿстерекен патшалăх. Эрнере пĕр кун шкул ачисен урокĕсем парта хушшинче мар, çут çанталăкра иртеççĕ. Вĕсем чĕрĕ тата чĕрĕ мар çут çанталăкпа паллашаççĕ, тăван тăрăхне упрама хăнăхаççĕ. Хăйсен кăмăл-туйăмне йĕркене кĕртес,Турра çывăх пулас текенсемшĕн çул хĕрринче пĕчĕк чиркÿсем туса лартнă. Надежда ПЕТРОВА. Санкт-Петербург хули Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
( Константин Малышев. А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ). Хальхи вăхăтра сахăр кăшманне Тутарстанра тивӗçтерӳ сертификачӗ пулсан кăна заводсенче йышăнаççӗ. Хусанта тăвакан анализ пӗтӗмлетӗвӗнче чӗкӗнтӗрте мӗнле минерал хушăмӗсем пуррине питӗ тӗплӗн çырса кăтартнă. Пӗлтӗрхи чӗкӗнтӗр тухăçне кăçалхипе танлаштарма çук пулин те, уписем ăна завода ăсата-ăсата Çӗнӗ çул та иртсе кайнă. Кăçал та çав... ❮ ❯ ( Константин Малышев. А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ). Хальхи вăхăтра сахăр кăшманне Тутарстанра тивӗçтерӳ сертификачӗ пулсан кăна заводсенче йышăнаççӗ. Хусанта тăвакан анализ пӗтӗмлетӗвӗнче чӗкӗнтӗрте мӗнле минерал хушăмӗсем пуррине питӗ тӗплӗн çырса кăтартнă. Пӗлтӗрхи чӗкӗнтӗр тухăçне кăçалхипе танлаштарма çук пулин те, уписем ăна завода ăсата-ăсата Çӗнӗ çул та иртсе кайнă. Кăçал та çав ӳкерчӗк кӗтет пулмалла. Ана хӗррисем вăрăм кагатсенчен час тасалас çук. Юр хупланă хыççăн кăна. П.Дементьев ячӗллӗ хуçалăх агрономӗн Виктор Митрошкинăн сăмахӗсемпе, чӗкӗнтӗре кăларнă хыççăнах завода ăсатса тăрсан аван пулмалла та, уписен черечӗ декабрьте кăна пуçланать. Ку чухне çухатусăр мар, паллах. Вăл сахăр завочӗ çине мар, агрофирмăсем çине тиенет. - Кăçал çумăр нумай мар, ытлашшипех çурӗ пирӗн патра, - тет Виктор Васильевич. - Анасем çине «Уазикпа» кӗме çукчӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, тыррăн та, ытти культурăсен те тухăçӗ икӗ хута яхăн ӳсрӗ. Çанталăк кансӗрлемесен сахăр кăшманне ик-виçӗ кунран пуçтарса пӗтеретпӗр. Чӗкӗнтӗр еплерех çитӗнни савăнтармасть мар. Анчах тухăçа завода ăсатса пӗтерсен кăна чунӗ канать çӗр ӗçченӗн.
Илемлĕ, илемлĕИлемлĕ чăваш кĕпиТăхăнма пĕлсен кăна.(халăх юрри)Чăваш халăхĕн тумĕ чăнах та хăйне евĕрлĕ, илемлĕ. Паянхи кун пире пушшех те ĕлĕкхи, ват асаттесемпе асаннесем тăхăннă тум кăсăклантарать. Мĕншĕн-ха пĕрисем хура пиртен, теприсем - хĕрлĕ, кăвак, виççĕмĕшĕсен вара кĕписем шурă та тĕрĕллĕ? Тĕррисем мĕне пĕлтереççĕ-ши? Тенкĕллĕ мăй çыххисем мĕншĕн çакаççĕ тата ытти те. Республика Правительстви хушнипе пирĕн тăрăхра пурăнакан халăхсен тумĕсем пирки документлă фильм ӳкерме палăртнă. Çак ĕçе Р.Р.Кильмаматов режиссер-документалист пуçăннă. Радик Рамилевич 1995 çултан пуçласа «Башкортостан» киностудинче тăрăшать. Вăл - Мустай Каримăн «Долгое-долгое детство» повеçĕ тăрăх лартнă илемлĕ фильмăн оператор-постановщикĕ тата нумай документлă фильмсен кинооператорĕ. Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче пĕлтерĕшлĕ те яваплă ĕçе пурнăçлама режиссер Çтерлĕ тăрăхĕнчи Косяковка ялĕнчи вирьял чăвашĕсен тумне «хаклама» килсе çитрĕ. Тĕлĕнмелли нумай пулчĕ хăнашăн: юр çинчи пилеш евĕр ялкăшрĕç тумсем çинчи эрешсем, шăнкăр-шăнкăр шăнкăртатрĕç патша вăхăтĕнчи кĕмĕл тенкĕсем. «Шурă хурăн» фольклор ушкăнĕ (ертӳçи Г.Н. Шишкова) чăваш юррине шăрантарса ярсан халăх тумне чун кĕчĕ тейĕн, йĕри-тавра тата çутăрах та хаваслăрах пулса кайрĕ. Каччăсемпе хĕрсем сурхури ташшине пуçласан килнĕ хăна пушшех те тĕлĕнчĕ. Çапла, 1886 çулта çак тăрăха куçса килнĕ чăвашсем йăла-йĕркене паянхи кун та тытса пыраççĕ. Мăн асатте-асаннесемпе килнĕ чăваш тумĕ кашни çемьерех пур. Ялта çак тумтире çĕлесе эрешсемпе илемлетекен ылтăн алăллă хĕрарăмсем те çителĕклех. Ял халăхĕ Г.Н. Славченковапа М.Н. Яковлевана чун-чĕререн тав тăвать. Чăваш костюмĕ малалла та таврана илем кӳрессе, ват асатте-асаннесене ас илтерсе тăрасса шанать. Татьяна ВАСИЛЬЕВА. Çтерлĕ тăрăхĕ. Косяковка ялĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Январь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Республика Çурчĕ умĕнчи лапамра ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров регионти медицина организацийĕсене 15 Lada Granta тата 10 УАЗ уççине парса хавхалантарнă. Январь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Республика Çурчĕ умĕнчи лапамра ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров регионти медицина организацийĕсене 15 Lada Granta тата 10 УАЗ уççине парса хавхалантарнă. Автомобильсене федераллă бюджетран уйăрнă укçа-тенкĕпе туяннă. Вĕсемпе ял таврашĕнче‚ хула евĕр паççулккасенче тата пĕчĕк хуласенче вырнаçнă‚ пирвайхи медицинăпа санитари пулăшăвĕ паракан тĕп район тата район больницисене тивĕçтернĕ. Автомобильсем пациентсене медицина организацийĕсене тата медицина ĕçченĕсене пациентсем пурăнакан вырăна вăхăтлă çитерме май параççĕ. Андрей Назаров хăйĕн салам сăмахĕнче паянхи саманана тивĕçтерекен машинăсемпе уйрăмах çитме йывăр вырăнсенче ĕçлеме пулать иккенне те палăртнă. - Халĕ пĕтĕм çĕршывĕпе поликлиникăсен‚ тухтăр амбулаторийĕсен тата фелдьшерпа акушер пункчĕсен пурлăхпа техника никĕсне çĕнетессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ‚ – тенĕ министр. – Сăмахран‚ иртнĕ çулхине республикăри медицина учрежденийĕсем «С» класлă 30 васкавлă медицина пулăшăвĕ памалли тата «В» класлă 28 автомобиль илме тивĕçрĕç. Республика укçи-тенкипе амбулатори условийĕсенче ачасене пулăшу пама хушма 11 ‚ паллиативлă медицина пулăшăвĕ паракан патронаж бригадисем валли 2 автомобиль тата 10 куçса çÿрекен комплекс туяннă. Андрей Назаров медицина ĕçченĕсене хăйсене хĕрхенмесĕр ĕçленĕшĕн тав тунă. Çав вăхăтрах вăл çĕршыв тата республика правительствисем малашне те медицина организацийĕсене пулăшу пама хатĕррине палăртнă. Савăнăçлă лару-тăрура çĕнĕ автомобиль уççисене Зилаирпа Давлекан‚ Малоязпа Ермеккей‚ Чишмапа Баймак тата Авăркас районĕсем‚ Нефтекамскпа Салават хулисем илме тивĕçнĕ. Ирида НОВИКОВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
( Ирина Кузьмина. И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ). Хусан Кремлӗнче ку эрнере кашни кун тенӗ пекех туй, çитменнине кунне пӗрре кăна та мар. Кунти «Манеж» курав залӗнче Раççей ЗАГС тытăмӗн 100 çулхи юбилейне халалласа «Мăн асанне патне туя» тӗлпулусен ярăмӗ иртет иккен. «Çемье историйӗ - республика историйӗ» курава (вăл декабрӗн 1-мӗшӗчченех ӗçлет) Атăлçи... ❮ ❯ ( Ирина Кузьмина. И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ). Хусан Кремлӗнче ку эрнере кашни кун тенӗ пекех туй, çитменнине кунне пӗрре кăна та мар. Кунти «Манеж» курав залӗнче Раççей ЗАГС тытăмӗн 100 çулхи юбилейне халалласа «Мăн асанне патне туя» тӗлпулусен ярăмӗ иртет иккен. «Çемье историйӗ - республика историйӗ» курава (вăл декабрӗн 1-мӗшӗчченех ӗçлет) Атăлçи тăрăхӗнчи вырăс, тутар, чăваш, мари, мордва, удмурт халăхӗсен авалхи туй тумӗсене тăратнă. Экспонатсене ытти республикăри музейсенченех кӳнӗ. Чăвашсенне Шупашкарти наци музейӗ вăхăтлăха панă. Пӗр сăмахпа, курмалăх пур. Экскурсовод кашни халăхăн туй тумӗн пайӗсен пӗлтерӗшне, йăла уйрăмлăхне каласа парать. Пӗр шутласан, ку та çитетчӗ пек, анчах « Хусан Кремлӗ» музей-заповедник ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи ЗАГС управленийӗ тата ТР архив ӗçӗсен патшалăх комитечӗпе пӗрле ăна тата интереслӗрех, сумлăрах тума шутланă. Атăлçи тăрăхӗнчи ултă халăхăн туй тумӗсӗр пуçне вӗсен туй йăли-йӗркин пӗр пайне те кăтартса курава пуянлатма шутланă. Тӗлпулусен ярăмне ятарласа Хусан студенчӗсем валли йӗркеленӗ-мӗн. «Манеж» курав залӗн ертӳçи Евгений Мартынов каланă тăрăх, мари, мордва тата удмурт халăхӗсем хăйсен туй йăлисене ытти кунсенче кăтартнă ӗнтӗ, паян черет чăвашсене çитрӗ. Туй йăлин хӗр илме килнин пайне Çырчаллинчи «Чӗкеç» халăх тата Аксу районӗнчи « Хӗр Якку» çемье ансамблӗсем (иккӗшне те ТР тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗ Елена Кондюкова ертсе пырать) кăтартрӗç. Хаклаканнисем вара Хусан консерваторийӗн тата Культура институчӗн студенчӗсем пулчӗç. Кун çинчен тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн çӗнӗ номерӗнче вулăр.
Конфедерацисен Кубокӗ вăхăтӗнче Хусанти «Казань-Арена» стадионра тата виçӗ вăйă иртет. Июнӗн 22-мӗшӗнче Германипе Чили, 24-мӗшӗнче Раççейпе Мексика сборнăйӗсем выляççӗ, 28-мӗшӗнче - çурма финал. Аса илтеретпӗр, матчсене телевизорпа кăна мар, хуть кам та стадиона кайсах курма пултарать. Болельщик паспортне кăна илмелле. Кун валли fan-id.ru сайтра паспорт даннăйӗсене çырса анкета тултармалла, хăвăрăн... Конфедерацисен Кубокӗ вăхăтӗнче Хусанти «Казань-Арена» стадионра тата виçӗ вăйă иртет. Июнӗн 22-мӗшӗнче Германипе Чили, 24-мӗшӗнче Раççейпе Мексика сборнăйӗсем выляççӗ, 28-мӗшӗнче - çурма финал. Аса илтеретпӗр, матчсене телевизорпа кăна мар, хуть кам та стадиона кайсах курма пултарать. Болельщик паспортне кăна илмелле. Кун валли fan-id.ru сайтра паспорт даннăйӗсене çырса анкета тултармалла, хăвăрăн сăнӳкерчӗке вырнаçтармалла. Унтан Fan ID паспорта электроннăй почтăр çинех ярса парӗç. Болельщиксен паспортне Хусанти Бауман урамӗнчи «Родина» кинотеатрти, Четаев урамӗнчи 10-мӗш çуртри центрсенче параççӗ. Аса илтеретпӗр, матч кунӗсенче «Казань-Арена» стадион патӗнчи виççӗмӗш транспорт дамбине машинăсене кӗртмеççӗ. Кунта «юлашки миля» правило ӗçлет. Урăхла калсан, территорие аккредитаци иртнӗ транспортсем кăна кӗрееççӗ. Анчах та стадион çывăхӗнче пурăнакансене ку правило пырса тивмест. Июнӗн 22, 24, 28-мӗшӗсенче стадион çывăхӗнчи тăхăр урама хупаççӗ. Çавсен саккăрăшӗнче çăмăл машинăсене, 14-шӗнче тиевлӗ машинăсене парковкăна ларттармаççӗ. Каçхине «юлашки миля» правило пӗтсен, «Казань-Арена» стадион патӗнчен иртекен обществăлла транспорт яланхи режимпа ӗçлет. Июнӗн 24-мӗшӗнче обществăлла транспорт çӗрле çурçӗрччен , 22 тата 28-мӗшӗсенче ирхине 3 сехетчен çӳрет. Çак кунсенче тата TS-1 хушма автобуссем те пулаççӗ. Ку автобуссем матч хыççăн икӗ сехет иртиччен çӳреççӗ. Матча кӗмелли билета тата Болельщик паспортне кăтартсан обществăлла транспорт çине тӳлевсӗр пулать. Матч кунӗсенче «Хусан-1», «Хусан-2» чугун çул вокзалӗсен çывăхӗнче те парковкăсем ӗçлемеççӗ, 250 лавккапа 5 обществăлла апатлану заведенийӗнче алкогольлӗ продукци сутмаççӗ.
Пушкăртстанра 2020 çулта çулталăка çитмен 237 ача вилнĕ. Росстат пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулхипе танлаштарсан пепкесем вилесси сахалланнă – ун чухне 12 уйăхра 256 тĕслĕхе шута илнĕ. Пушкăртстанра 2020 çулта çулталăка çитмен 237 ача вилнĕ. Росстат пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулхипе танлаштарсан пепкесем вилесси сахалланнă – ун чухне 12 уйăхра 256 тĕслĕхе шута илнĕ. Республикăра пĕчĕк ачасем вилесси çуралнă 1 пин пепке пуçне 5,7-пе тÿр килет. Çакă вăл 2019 çулхи çав тапхăртинчен 10,5 процент сахалрах. 2020 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх ача çураласси те чакнă. Январь - декабрь уйăхĕсенче 41180 пепке çут тĕнчене килнĕ. Çулталăк маларах 851 ача ытларах пулнă – 42031-пе танлашнă. Маларах Росстат Пушкăртстанра халăх шучĕ чакнине пĕлтернĕччĕ, 2019 çулхине илсе пăхсан 2,6 хут ÿснĕ. Юрий МИХАЙЛОВ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Ĕпхÿ хулинче çулталăк çурăри пепке машинăра питĕрĕнсе ларнă. Граждансене хÿтĕлекен управлени пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ арçын ача амăшĕпе урамра уçăлса çÿренĕ. Каярах çамрăк анне ачипе хăйĕн автомобилĕ патне таврăннă. Çулталăк çурăри ача питĕрĕнсе ларнă - Хĕрарăм нумай пулмасть çĕнĕ сигнализаци вырнаçтарнă. Иномарка хуçи сумкипе уççине водитель ларакан вырăна хунă‚ ачине ача-пăча креслине лартнă. Унтан машина алăкне хупнă. Водитель ларакан вырăна пынă тĕле темле-тĕр майпа сигнализаци ĕçлесе кайнă та алăксене хупласа лартнă‚ – тенĕ хăтаруçăсем. Çамрăк анне вăрах шухăшласа тăман. Сывлăш температури +30 градус ытла пулнине шута илсе профессионалсене чĕнтернĕ. - Хăтаруçăсем пралукпа усă курса хупласа лартнă пускăча хăпартнă. Арçын ачана медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулман‚ – палăртнă управленинче. Июль уйăхĕн 21-мĕшĕнче хăтаруçăсем тепĕр ачана пулăшу пама васканă. Хальхинче виçĕ çулхи хĕр ачан‚ ача-пăча кравачĕ çинче çаврăннă май‚ ури унăн хÿми хушшине хĕсĕнсе ларнă. - Пулăшу пама пынă çынсем ача урине хĕссе лартнă карлăка пушатнă‚ хĕр ачана «тыткăнран» çăлнă‚ - каласа панă хăтаруçăсем. Автор:Ирида Матниязова Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Апрелӗн 1-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Пÿркел ял клубне Шупашкартан «Дуняша» юрăпа ташă ушкăнӗ концертпа килчӗ. Ушкăн солистки хамăр ентеш, Пÿркел хĕрӗ Наталья Дмитриева пулни вара тата савăнтарчӗ. Вăл тăватă çул каялла Шупашкарта Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинчен вĕренсе тухсанах «Дуняша» ушкăнра (ăна малтан Августина Уляндина ертсе пынă) юрлама пуçланă. - Ушкăнра вырăссем... ❮ ❯ Апрелӗн 1-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Пÿркел ял клубне Шупашкартан «Дуняша» юрăпа ташă ушкăнӗ концертпа килчӗ. Ушкăн солистки хамăр ентеш, Пÿркел хĕрӗ Наталья Дмитриева пулни вара тата савăнтарчӗ. Вăл тăватă çул каялла Шупашкарта Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинчен вĕренсе тухсанах «Дуняша» ушкăнра (ăна малтан Августина Уляндина ертсе пынă) юрлама пуçланă. - Ушкăнра вырăссем те пур, эпир Раççейӗн тĕрлӗ кĕтесӗнче те концертсемпе пулатпăр, тĕрлĕ халăх юррисем пулнипе концертсенче куракансем нумай», - тесе пĕлтерчĕ Наталья Дмитриева хăйсен ӗçӗ пирки. Концерт курма çав кун Пÿркелне Тăхăрьял тăрăхĕнчен халăх нумай килнипе Культура çурчӗн залӗ туп-туллиехчӗ. Питĕ кăмăла кайрӗ концерт. Наташăна вĕрентнĕ Михаил Петрович Вериалов савăннипе сцена çине хăпарса халăха тав турĕ, артистсене чечек парнелерĕ. Пăва районинчи ЧНКЦ секретарӗ Анна Никонорова та артистсене районти мӗнпур чăваш ятӗнчен саламласа чечек çыххи парнелерĕ, малашне концертпа тата килме чӗнчӗ.
Февралĕн юлашки кунĕсенче улма-çырла йывăçĕсен «кану» тапхăрĕ вĕçленсе пырать. Çанталăк пĕрехмай улшăннине пула —пĕрре сивĕтет, тепре ăшăтса пăрахать — улмуççи, груша, слива йывăçĕсем тавралла юр купаласа хăварни усăллă. Уйрăмах ăшă тăнă кунсенче юр купи ирĕлет, тĕп туна çывăхĕнче юр хавшаса юлать. Кăшлакан чĕрчунсем, çакăнпа усă курса, улмуççи патне çул туса хураççĕ – çакна шута илсе, тĕп туна патĕнчи юра вăхăтран-вăхăта таптасах тăмалла. Улмуççи сивĕпе аманнине тĕрĕслесе пăхма пулать: тураттине касса илĕр те шыва лартăр. Çичĕ-сакăр кун иртсен, йăлтах паллă: турат хĕллехи сивĕпе аманнă-тăк, унăн папки — хуп-хура, аманман туратăн — ешĕл пулать. Уйăх вĕçнелле улма-çырла йывăçĕсен тунине сăрлама тăрăшмалла. Ăна тума вунă литр шыв пуçне икĕ килограмм акшар (известь), çĕр грамм пăхăр купоросĕ, çавăн чухлех столяр клейĕ кирлĕ. (Вула чăвашла сайтран). Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Шкулсем тăваттăмĕш чĕрĕкрен пуçласа çĕнĕ расписанипе ĕçлĕç. Эрнере пилĕк кун вĕренмелли программăна туса ĕлкĕреймен вĕренÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен çапла ĕçлĕç. Çавăн чухне вĕрентмелли çĕнĕ системăна куçасси çинчен решение вĕренÿ учрежденийĕсем хăйсем йышăнмалла. Педагогсен, сехетсем кемсен, ĕç укçи те кемет тесе хумханмалла мар. Пушкăртстанăн вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Айбулат Хажин шантарнă тăрăх ĕç укçи кеммест. Расписани тăрăх шăматкунхи уроксене эрнери ытти кунсене куçарĕç. Çавăн чухне вĕренÿ заведенийĕсен руководителĕсем кирлĕ санитари нормисене пурне те пăхăнмалла. Айбулат Хажин çаплах пилĕк кун вĕренмелли системăна куçсан мĕнпур предметпа та программăна пĕр тикĕс кĕскетесси çинчен палăртнă. Çавăнпа та расписанинчен пĕр урока та кăларса пăрахмĕç. Массăллă информаци хатĕрĕсен материалĕсенчен. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Ку эрнери «Сувар» хаçатăн пӗрремӗш страницинчи хыпарсен ярăмӗнче пӗчӗк пӗлтерӳ пур. Унта ТР ЧНКА Канашӗ Хусанта мартăн 15-мӗшӗнче пухăнать тесе çырнă. Ку информаци тӗрӗс мар. ЧНКА Канашӗ Хусанти Туслăх çутӗнче мартăн 10-мӗшӗнче 11 сехетре пухăнать. Канашлу хыççăн çав вырăнтах «Тутарстанри чăваш пики-2018» конкурс иртет. Мӗншӗн йăнăшнă-ха хаçатра ӗçлекенсем? Мӗншӗн тесен... ❮ ❯ Ку эрнери «Сувар» хаçатăн пӗрремӗш страницинчи хыпарсен ярăмӗнче пӗчӗк пӗлтерӳ пур. Унта ТР ЧНКА Канашӗ Хусанта мартăн 15-мӗшӗнче пухăнать тесе çырнă. Ку информаци тӗрӗс мар. ЧНКА Канашӗ Хусанти Туслăх çутӗнче мартăн 10-мӗшӗнче 11 сехетре пухăнать. Канашлу хыççăн çав вырăнтах «Тутарстанри чăваш пики-2018» конкурс иртет. Мӗншӗн йăнăшнă-ха хаçатра ӗçлекенсем? Мӗншӗн тесен çак тӗлпулăва малтан мартăн 15-мӗшӗнче планланăччӗ, каярах унăн кунӗ маларах куçрӗ. Тепӗр сăлтав - уяв номерне питӗ васкаса кăларма тиврӗ. «Васкакан вакка сикет» текен каларăш кунта вырăнлă пулӗ. Çапах та тепӗр каларăша та манар мар: «Ӗçлемен çын кăна йăнăшмасть».
(Ирина Трифонова) Чăн телей вăл çумра пурăнакансем те телейлӗ пулни, савăнăçа ыттисемпе пӗрле пайлама пӗлни. Шел пулин те, хăш-пӗри çак аслă та ăнлă тӗнчере те тăр пӗччен. Сăмах тăлăх ачасемпе ваттисен çуртӗнче пурăнакансем пирки. Йӗри-тавра çынсем пулсан та час-часах вӗсем хăйсене хăр тăлăххăн та пӗччен туяççӗ. Пирӗн тивӗç кунта -... ❮ ❯ (Ирина Трифонова) Чăн телей вăл çумра пурăнакансем те телейлӗ пулни, савăнăçа ыттисемпе пӗрле пайлама пӗлни. Шел пулин те, хăш-пӗри çак аслă та ăнлă тӗнчере те тăр пӗччен. Сăмах тăлăх ачасемпе ваттисен çуртӗнче пурăнакансем пирки. Йӗри-тавра çынсем пулсан та час-часах вӗсем хăйсене хăр тăлăххăн та пӗччен туяççӗ. Пирӗн тивӗç кунта - вӗсене чун ăшши парнелесси. Ку пачах та йывăр мар, кăмăл çеç пултăр. Хусан Митрополичӗн, Çветтуй асапçă Кирилл ячӗллӗ архиерей подворйи те, акă, хăй тавра ыркăмăллă çынсене пуçтарма шутланă. Январӗн 8-мӗшӗнче, раштав праçникӗпе вӗсем ачасемпе ваттисен çуртӗнче пурăнакансене, килсӗрсене саламлама хатӗрленет. Çак тӗллевпе, гуманитарилле пулăшу акцине йӗркеленӗ. Кăмăл тăвакансем Хусанти Чистопольски урамӗнче вырнаçнă чиркӗве ачасемпе ваттисем валли теттесемпе пылак çимӗçсем, ăшă тумтир тата ытти парнесем пырса пама пултараççӗ. Камăн мӗнле май пур - пурте юрăхлă пулӗ.
Район центрĕн урамĕсенче пĕрлĕхлĕ сасăлав кунĕ çинчен аса илтерекен çĕнĕ баннерсем вырнаçтарса тухнă. - Аургазăсем, гражданла активлăх кăтартса, суйлав участокĕсене килни пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа суйлав сентябрĕн 8-мĕшĕнче иртесси çинчен черетлĕ хут аса илтеретпĕр. Пушкăртстанра çак кунхине регион руководительне суйлĕç, районсенче – ял тăрăхĕсен депутачĕсене. Халĕ ялти депутат мандачĕшĕн кĕрешекенсем панă документсене тĕрĕслетпĕр. 195 çын кандидат удостоверенийĕ илчĕ те ĕнтĕ, - тет территорири суйлав комиссийĕн председателĕ Алмаз Худайбердин. Андрей ВОРОНЦОВ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Белорецк районĕнче çĕнĕ модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме тытăннă. Çакăн пирки хăйĕн телеграм-каналĕнче муниципалитет пуçлăхĕ Андрей Иванюта пĕлтернĕ. Пушкăртстанра тата тепĕр ФАП уçăлнă - Ишляри ФАП Туканти участок больницин пĕр подразделенийĕсенчен пĕри шутланать. Вăл Ишля, Кудашманово тата Елань ялĕсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕ. Вĕсенче пĕтĕмĕшле 283 çын пурăнать, - тенĕ А.Иванюта. Малтанхи медицина çурчĕ паянхи самана ыйтнине тивĕçтермен. Çĕнĕ ФАПра фельдшер, процедурăпа прививка тумалли, чирлĕ çынна пăхмалли, эмелсем упрамалли уйрăм пÿлĕмсем пур. Сывлăх сыхлав çуртне электричество конвекторĕсемпе ăшăтаççĕ, ăна канализаципе тата шыв пăрăхĕпе çыхăнтарнă. Унсăр пуçне фельдшерпа акушер пунктне электрокардиографпа, артери тата куç пусăмне виçмелли аппаратсемпе, юнри сахăр тата холестерин шайĕсене виçмелли анализаторсемпе, кислород ингаляторĕпе, сывлав аппарачĕпе, аслисемпе ачасен ÿсĕмне тата йывăрăшне виçмелли хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех модульлĕ ФАПра вакцинаци, диспансеризацийĕн пĕрремĕш тапхăрне иртме пулать. - Çулталăк вĕçлениччен Белорецк районĕнче Азикеево тата Отнурок ялĕсенче çĕнĕ модульлĕ ФАПсем хута яма палăртаççĕ, - тенĕ Андрей Иванюта. #Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Здравоохранение Автор:Ирида Матниязова Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Раççейре РФ Президентне суйлав кампанийӗ пуçланчӗ. Федераци Канашӗн кун çинчен калакан постановленине «Российская газета» хаçат пичетлерӗ, тесе пӗлтерет « Татар-информ» ИА. Çапла вара Раççей Президентне суйланма партисенчен кандитатсем, хăйсене хăйсем тăратакансем (самовыдвиженцы) паянтан съездсенче е пуçару ушкăнӗсенче официаллă майпа хăйсен кандидатурисене тăратма, Тӗп суйлав комиссине документсем пама тытăнма пултараççӗ. Тӗп... ❮ ❯ Раççейре РФ Президентне суйлав кампанийӗ пуçланчӗ. Федераци Канашӗн кун çинчен калакан постановленине «Российская газета» хаçат пичетлерӗ, тесе пӗлтерет « Татар-информ» ИА. Çапла вара Раççей Президентне суйланма партисенчен кандитатсем, хăйсене хăйсем тăратакансем (самовыдвиженцы) паянтан съездсенче е пуçару ушкăнӗсенче официаллă майпа хăйсен кандидатурисене тăратма, Тӗп суйлав комиссине документсем пама тытăнма пултараççӗ. Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳçи Эмма Памфилова пӗлтернӗ тăрăх, суйлава хутшăнма кăмăл тунисем хальлӗхе 23 çын, вӗсенчен пӗри çӗршывăн хальхи Президенчӗ Владимир Путин.
Ку статьяна тахҫанах ҫырасшӑнччӗ, анчах тӗрлӗ сӑлтавсене пула паян тин лартӑм. Пӗрре ҫырма ларасшӑнччӗ — Украинӑри лару-тӑру кансӗрлерӗ... Сӑмахӗ инвестицисем пирки пырать те йывӑр лару-тӑрура ун пирки сӑмах пуҫарни вырӑнлах мар пек туйӑнчӗ. Сӑмах «Поток» ятлӑ платформа пирки. Ку платформӑна хамӑн укҫана эп 2020 ҫулта хывма пуҫларӑм. Чи малтанах пӗчӗк укҫа хурнӑччӗ — 10 пин кӑна. Тӗрӗслесе пӑхмалла тенӗ пек. Каярах вара, платформа шанчӑклӑ пулнине курнӑ май, кунта ытларах хума тытӑнтӑм. Инвестициленӗ чухне мӗнпур укҫана пӗр вырӑна хывма сӗнмеҫҫӗ. Манӑн та ҫавнашкалах. Апла пулин те «Потокри» укҫа пысӑк пай йышӑнать. 1/3 пайран пысӑкрах. Ку — ӑна ытларах шаннипе ҫыхӑннӑ. «Потокӑн» лайӑх енӗсем «Поток» краудлендинг компанисен йышӗнче чи пысӑк пай йышӑнать. Мӗнпур пайран 40% ытла вӗсен. Мӗн-ха вӑл краудлендинг? Ку меслет пысӑках мар предприятисене (пӗчӗккисене тата вӑтаммисене) уйрӑм ҫынсен укҫине тивӗҫтерет. Чылай чухне вӗсемпе банксем ӗҫлесшӗн мар. Ҫакӑн сӑлтавӗ тупӑш пысӑках маррине пула-ши… Хӑшпӗр чухне тата укҫа питӗ хӑвӑрт кирлӗ пулса каять. Вӑт ҫавӑн чухне ӗнтӗ краудлендинг урлӑ укҫа тупма вӗсен май пур та. Краудлендингпа ӗҫленӗ чухнехи чи лайӑх енӗ — хывнӑ укҫа эрнеренех каялла таврӑнма пуҫлани. Укҫа илнисем ҫичӗ кунтанах пӗчӗкшерӗн тавӑрма пуҫлаҫҫӗ (уйӑхсерен е 14 кунсерен тавӑракансем те пур — кӑна заемщик карточкинче курма пулать). Таврӑннӑ укҫана тӳрех теприсене пама пулать. Ҫапла май эсир хывнӑ 10 пинрен калӑпӑр 16% ҫеҫ мар, самай ытларах тупӑш илме май пур. Тӑрук укҫа кирлӗ пулчӗ-тӑк — сирӗн вӑл таврӑнасса ҫур ҫул кӗтмелле мар. Мана калӑпӑр, банк вклачӗсенче ҫак япала питӗ килӗшместчӗ. Ытлашши укҫана банкри вклада хывас килет, анчах ҫак утӑм тӑвасран «тен, мӗн те пулин туянма укҫа кирлӗ пулӗ?» текен ыйту чаратчӗ. Унсӑр пуҫне «Поток» аталансах пырать. Инвестицилени тем тесен те теветкел япала. Шанчӑклӑ предприятисенчех тӑрук лару-тӑру йывӑрланать те вӗсем дефолта каяҫҫӗ. Калӑпӑр, «Юнизоо» текен лавккана темиҫе хут та укҫа хывсаччӗ, вӗсем йӗркеллех тавӑрса парсаччӗ. Иртнӗ уйӑхра вара вӗсемпе тем пулнӑ — дефолта тухрӗҫ. Шанчӑклӑ тесе пысӑк пай хурсаччӗ те… вӗсене пула иртнӗ уйӑхра ман тупӑш сахалланчӗ. Дефолтсем пирки мӗншӗн сӑмах пуҫартӑм-ха? Нумай пулмасть «Поток» автоинвестици валли «Без риска» текен стратеги хушрӗ. Унпа ӗҫлесен эсир яланах 16% тупӑш илсе тӑма пултаратӑр. Дефолта тухсан сире тавӑрса пама юлнӑ кивҫен суммӑна «Поток» туянӗ. Тепӗр май каласан заемсем дефолта тухни сире пӑшӑрхантарма пӑрахӗ. Ҫавах та займсене хӑвӑр суйласан тупӑш 16% ытларах тухать (виҫӗ уйӑхри ман виҫе 28,2% танлашать /«Юнизоо» ТМЯП дефолта тухрӗ пулин те/). Анчах ҫакӑн валли укҫа-тенкӗпе ӗҫлеме кӑшт та пулин пӗлӳ кирлӗ. Пӗлӳ ҫук пулсан «Без риска» стратегипе ӗҫлеме сӗнетӗп. 16% ман шутпа тем тесен те банкри вкладсенчен пысӑкрах. Унсӑр пуҫне, укҫа эрнеренех таврӑнма пуҫланине шута илсен, «Потока» укҫа хывни самай усӑллӑрах пулни курӑнать. «Поток» аталанса пыни пирки каларӑм ӗнтӗ. Кашни уйӑхрах мӗн те пулин ҫӗнни кӗртеҫҫӗ. Сӑмахран, нумай пулмасть, эрнесерен мӗн чухлӗ тупӑш илме пултарассине кӑтартакан страница ӗҫлесе кайрӗ. Е, 2020 ҫулта займсен историйӗ ҫукччӗ. Кама шанма пулать е пулмасть — ҫакна пӗтӗмпех хӑвӑн ҫырса пымалаччӗ. Кӑҫал вара ӑна хушрӗҫ. Историне пӑхса эсир ҫак предприяти унччен мӗн чухлӗ займ илнине, вӑл ӑна мӗнле тавӑрса пынине пӗлме пултаратӑр. Ҫак информацие тӗпе хурса укҫана ҫав займа хывмалла-и е ҫуккине татса пама май пур. «Поток»-ӑн чи лайӑх енӗ ман шутпа — займ тивӗҫтермелли предприятисене лайӑх суйлани. Займ илнӗ хыҫҫӑнах укҫана тавӑрман тӗслӗхсем те курӑнчӗҫ-ха ӗнтӗ (пӗр тӗслӗх пирки сӑмах пурччӗ, эп ӑна укҫа паман), анчах ытларах енӗпе тавӑраҫҫӗ. Украинӑри лару-тӑру йывӑрланнӑ хыҫҫӑн дефолтсем самай йышланӗҫ пуль тесеччӗ (ҫавӑншӑнах ӗнтӗ ҫак статьяна ҫырассине паянччен тӑсрӑм), ҫук — йыш ытлашши нумайланмарӗ. Апла-тӑк, чӑн та аван суйлаҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, хӑйсем каланӑ тӑрӑх, займсен йышӗнчен 5% дефолта тухать (манӑн та ҫак хисеп ҫавнашкалтарах /кӑшт пӗчӗкрех — 677 тавӑрса панӑ, 33 дефолтра/). Чи малтанах мана пӗр кун ӗҫлекен фирмӑсене укҫа пама пултарни шиклентеретчӗ, анчах «Поток» лайӑх суйлать, унашкаллисене платформӑна ямасть. «Поток»-ри хамӑн опыт пирки Хамӑн опыт пирки ҫӳлерех кӑшт пӗлтертӗм ӗнтӗ, ҫавах та тӗплӗрех каласа парас тетӗп. Ку статьяна ҫырнӑ вӑхӑтра эпӗ мӗнпурӗ 1084 займа укҫа хывнӑ. 677 тавӑрса панӑ, 33 дефолтра. Ыттисем, 374-шӗ, халь тавӑрса пыраканнисем. Вӑхӑтра тавӑрса пыраканнисем пирки калаҫмӑпӑр пуль. Вӗсем ытларах пулни каламасӑрах паллӑ. Дефолтсен тӗслӗхӗсем пирки сӑмахласан сире интереслӗрех пуль. Хам тунӑ йӑнӑшсенчен ҫапла май сире упрасан аван пулӗччӗ. Дефолтсен пӗр пысӑк пайӗ кӑҫалхи нарӑс–пуш уйӑхӗсенче пулса иртрӗ (ҫӑвӑн пекех дефолтсем 2020 ҫулта пуш уйӑхӗнче йышлӑ пулнӑ теҫҫӗ — ун чухне экономика ҫӗршывӗпех каникула кайнӑччӗ. Эп ун чухне «Потока» хутшӑнман, ҫавна май ку вӑхӑт пирки калаймастӑп). Ун чухне ҫӗршывра мӗн пулса иртнине аса илтерме кирлӗ мар ӗнтӗ. Шӑп ҫавӑн чухне ӗнтӗ, чылайӑшӗн укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑхсем сирсе тухрӗҫ. Ман унччен дефолтсен йышӗ 5%-ран сахалрахччӗ... Шел те, каллех ҫав шая ҫитрӗ... Кунашкал дефолтсенчен сыхланма йывӑртарах ҫав. Паянхи кун укҫа хывнӑ чухне, займсене суйланӑ чухне, эпӗ хупӑнман темиҫе займлисене памастӑп. Ҫакна «Юнизоо» дефолта тухсан тума тытӑнтӑм. Кашни кун ҫӗнӗ займсем чылай тухаҫҫӗ, ҫавна май ку тӗлӗшпе «кама памалла-ши?» текен ыйту тухмасть. Ҫавӑн пекех ытларах чухне унччен малтан илнӗ, кайран вӑхӑтра тавӑрнӑ заемщиксене суйлатӑп. Апла пулин те инвестицилени теветкеллӗ пулнине манмалла мар. Темле шанчӑклӑ пулсан та предприятин мӗнле те пулин йывӑрлӑх сиксе тухма пултарать. Калӑпӑр, Тутарстанри «ГКФХ Облавацкая Екатерина Олеговна». Предприятие тишкертӗм, вӑл ӑнӑҫлӑ ӗҫленине куртӑм... Пӗрремӗш займа йӗркеллех, вӑхӑтрах тавӑрса пачӗҫ. Иккӗмӗш хутӗнче те займа ҫавна пула патӑм. Шел те, нумай пулмасть вӗсен счетне налук органӗсем хупланӑ та (блокировкӑланӑ) ҫавна пула вӗсем дефолта тухрӗҫ. Предприяти ӗҫлет (чӑкӑт кӑлараҫҫӗ), хывнӑ укҫа таврӑнатех пуль, анчах ҫавах та тупӑш шаннӑ пек пулмӗ. Хывнӑ укҫа дефолта тухма пултарнине шута илсех тӑмалла. Малтан илнӗ, вӑхӑтра тавӑрнисене суйлатӑп пулин те, халь кӑна илекенсене те хӑшпӗр чухне паркалатӑп. Ку чухне, паллах, лайӑх тишкерме тӑрӑшатӑп. Предприяти хӑш сферӑра ӗҫленине шута илетӗп (ку тӗлӗшпе ҫӗршыври лару-тӑрӑва пӑхатӑп), унӑн кӑтартӑвӗсене (НБКИ кӑтартӑвӗ пысӑках мар пулсан шухӑшлаттарать) тӗпчетӗп тата ытти те. «Поток» заемщиксене валли тӗрлӗрен процент шутласа парать. Пӗрисене 30% парать, теприсене 14 процентран та пӗчӗкрех. Ҫавах та процентсем ҫине таянса вӑл е ку предприяти шанчӑклӑ теме май ҫук. Калӑпӑр, «Юнизоо» панӑ процент пӗчӗкчӗ. Апла пулин те, вӑл, ав, дефолта тухрӗ. Паллах, дефолта тухнисен йышӗнче пӗчӗк процентлисем сахалрах, ытларах пайне пысӑк процентлисем йышӑнаҫҫӗ (25–30% процентлисене эп пама тӑрӑшмастӑп, ҫавна май ман вӗсен хушшинче 19–22% процентлисем ытларах). Пӗтӗмлетни «Поток»-па ӗҫлесе курнӑ хыҫҫӑн кунта тупӑш илес тӗлӗшпе йӗркеллех пулни ӑна сире сӗнес шухӑш ҫуралчӗ те ӗнтӗ. Чӑваш тытса пӑхмасӑр ӗненмест теҫҫӗ те, ман сӑмахсене шанмасан чи малтанах пӗчӗк сумма хума пултаратӑр (займа хумалли чи пӗчӗк виҫе — 400 тенкӗ! кӑна). Укҫа-тенкӗпе ӗҫлеме лайӑхах пӗлместӗр пулсан, «автоинвестировани» урлӑ ӗҫлеме пултаратӑр. Кунта сирӗнтен нимӗн те ыйтмаҫҫӗ, «Поток» хӑйех сирӗн укҫана пайласа займсене хурать. «Без риска» стратегипе пушшех те укҫа ҫухатмастӑр, тупӑш кӑна шутласа ларатӑр. Халӑхӑн укҫа ҫук мар. Ав, кашни кун тенӗ пекех вӑл е ку ҫынна улталани ҫинчен вулама пулать. Паянхи хыпарах илес — инвестицилес тенӗ те хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Темле палламан ҫынсене, пӗлмен площадкӑна укҫа хывас вырӑнне шанчӑклӑ вырӑна хывсан аванрах. «Поток» ҫав йышшисенчен (ку каҫӑпа регистрациленсен хывнӑ укҫа ҫумне 1% хушса парӗҫ!). Ытлашши укҫа пур пулсан вӑл ахаль выртмалла мар, экономикӑра ҫаврӑнмалла. Апла пулин те, «Поток» темле шанчӑклӑ пулсан та, инвестицилени теветкеллӗ япала пирки манмалла мар. Пӗлмесӗр укҫа хывсан (калӑпӑр, пысӑк тупӑш хыҫҫӑн хӑваласа 30%-сем ҫине ҫеҫ хывса пырсан), тупӑш вырӑнне ҫухатусем тӳсме те пулать. Паллах, «Инвестициле» кнопка патӗнче укҫа хывасси теветкеллӗ пулни ҫинчен асӑрхаттару тӑрать пулин те кашни кун чылай займа хывнӑ хыҫҫӑн ӑна шута илмесӗр хӑварма тытӑнатӑн. ХК. Ку статьяна вуланӑ хыҫҫӑн «хӑйӗн укҫи пайтах, инвестицилеме те пур, анчах ҫав вӑхӑтрах пирӗнтен укҫа пухать», — текен шухӑш ҫуралчӗ пулсан тӳрех калатӑп: укҫа ҫукки пирки эп нихӑҫан та каламан. Укҫа пухнӑ чухне яланах хамӑр пӗрлехи ӗҫе хӑвӑра та хутшӑнтарас тӗллеве палӑртнӑ. Журналистсене, тата ытти ҫӗре тӑкакланӑ чухне хамӑн укҫана ҫеҫ тӑкаклас пулсан пирӗн ӗҫ ерипен пурнӑҫланса пырӗ. Ав, халь ман тупӑшсем чакрӗҫ те, кӗнекесем сканерлас ӗҫ те чарӑнса ларчӗ. Журналистсене тӳлеме, серверсемшӗн тӑкакланма ҫитет, ытларах вара — ҫук. Пӗрле пулсан кӑна эпир нумай ӗҫ тума пултаратпӑр. Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Çӗпрел районӗ хăйӗн паттăр тата паллă ентешӗсемпе тивӗçлипех мăнаçланать. Райцентрта вӗсене халалласа Паттăрсен аллейине те уçнă. Чи тӗлӗнмелли вара аллея çӗнӗ палăксемпе çӗнелсех тăни. Августăн 30-мӗшӗнче ирхине 10 сехетре те кунта хаваслă мероприяти пулать. Паллă ентешсен - Çӗнӗ Йӗлмелӗнче çуралнă Раççей математикӗн, методисчӗн, финанс математики, геометри, арифметика учебникӗсен авторӗн Павел... ❮ ❯ Çӗпрел районӗ хăйӗн паттăр тата паллă ентешӗсемпе тивӗçлипех мăнаçланать. Райцентрта вӗсене халалласа Паттăрсен аллейине те уçнă. Чи тӗлӗнмелли вара аллея çӗнӗ палăксемпе çӗнелсех тăни. Августăн 30-мӗшӗнче ирхине 10 сехетре те кунта хаваслă мероприяти пулать. Паллă ентешсен - Çӗнӗ Йӗлмелӗнче çуралнă Раççей математикӗн, методисчӗн, финанс математики, геометри, арифметика учебникӗсен авторӗн Павел Миронович Мироновăн (1861-1921) тата Çӗнӗ Шăхалӗнче çуралнă чăваш çыравçин, драматургӗн, публицисчӗн Анатолий Сафронович Чебановăн (1937-2011) палăкӗсене (авторӗ Н. Кондрашкин скульптор) уçаççӗ. Раççей наукинче тата чăваш литературинче паллă йӗр хăварнă ентешсен ячӗсене çапла майпа ӗмӗрлӗхе хăварни калама çук пысăк та сăваплă ӗç. Вӗсем çакна чăннипех тивӗç. Район ертӳçисене тата палăксен авторне Н. Кондрашкин скульптора куншăн çӗре çити пуç тайса тав тăватпăр.
Декабрӗн 24-мӗшӗнче чăваш, удмурт, мари тата мордва ачисен тăван чӗлхе тата литературипе республика олимпиадин юлашки тапхăрӗ иртрӗ. Финала 9-11 классенче вӗренекен 100 яхăн ача хутшăнчӗ. Чи йышлисем яланхи пекех хальхинче те чăваш ачисем пулчӗç. Палăртса хăварар, вӗсем пурте олимпиадăн районти тапхăрӗсен çӗнтерӳçисем. Хусан çывăхӗнчи Дербышки поселокӗнчи «Туслăх» лагерьте финалистсем тата... ❮ ❯ Декабрӗн 24-мӗшӗнче чăваш, удмурт, мари тата мордва ачисен тăван чӗлхе тата литературипе республика олимпиадин юлашки тапхăрӗ иртрӗ. Финала 9-11 классенче вӗренекен 100 яхăн ача хутшăнчӗ. Чи йышлисем яланхи пекех хальхинче те чăваш ачисем пулчӗç. Палăртса хăварар, вӗсем пурте олимпиадăн районти тапхăрӗсен çӗнтерӳçисем. Хусан çывăхӗнчи Дербышки поселокӗнчи «Туслăх» лагерьте финалистсем тата тепӗр тӗрӗслев витӗр тухса чăваш чӗлхипе литературин пӗлӗвне кăтартрӗç. Кăçалхи олимпиада ытти çулсенчинчен унăн ӗçне ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ хутшăннипе уйрăлса тăчӗ. Аталансем чăваш ачисем валли олимпиада хыççăн чăн-чăн кану парнелерӗç тесен те юрать. Пӗрле тӗрлӗ вăйăсем, квест ирттерчӗç, мастер-классем йӗркелесе масмак ăсталама, ташлама вӗрентрӗç. Хула-районсенчен килнӗ чăваш ачисем хăйсем те парăмра юлмарӗç, пӗрле пухăнса концерт кăтартрӗç. Ачасем тӗрлӗ вăйăсем вылянă хушăра, чăваш чӗлхипе литература учителӗсем çавра сӗтел йӗркелесе тăван чӗлхе сумне мӗнле ӳстермелли çинчен сӳтсе яврӗç. Çапла усăллă та интереслӗ иртрӗ кăçалхи олимпиада.
Республика Çуртĕнче иртнĕ «Сывлăх сыхлав сехетĕнче» Радий Хабиров хавхалантармалли çакăн пек механизм туса хатĕрлеме хушнă. Халĕ Сывлăх сыхлав министерствинче пулма пултаракан премисен суммине шутлаççĕ. Пушкăртстан Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ çакă онкологи чирĕсенчен вилессин шайне кемĕтме çеç мар, сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекен работниксен укçан тупăшне те ÿстерме май парĕ тесе пĕлтернĕ. Çулсерен Пушкăртстанра ракпа чирленин 13 пине яхăн тĕслĕхне тупса палăртаççĕ. Онкологи чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем хыççăн вилеслĕхĕн чи анлă сарăлнă сăлтавĕ пулса тăрать. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Конфедераци Кубокĕ умӗнхи тӗрӗслев матчӗнче «Рубин» командине куракансен пулăшӗвӗ кирлӗ тесе пӗлтернӗ ТР çамрăксен ӗçӗпе спорт министрӗ Владимир Леонов. Вăл республикăри çынсене май уйăхӗн 17-мӗшӗнче «Рубин» тата «ЦСКА» командисем хушшинчи тӳлевсӗр матча килсе курма йыхравланă. «ЦСКА» командипе кирӗк хăш матч та кăсăклă. Хальлӗхе вăл ертӳçӗ позицине тытса пыма, Чемпионсен лигине... ❮ ❯ Конфедераци Кубокĕ умӗнхи тӗрӗслев матчӗнче «Рубин» командине куракансен пулăшӗвӗ кирлӗ тесе пӗлтернӗ ТР çамрăксен ӗçӗпе спорт министрӗ Владимир Леонов. Вăл республикăри çынсене май уйăхӗн 17-мӗшӗнче «Рубин» тата «ЦСКА» командисем хушшинчи тӳлевсӗр матча килсе курма йыхравланă. «ЦСКА» командипе кирӗк хăш матч та кăсăклă. Хальлӗхе вăл ертӳçӗ позицине тытса пыма, Чемпионсен лигине кӗме тăрăшать. Унсăр пуçне, «Рубиншăн» ку вăйă юлашки, çавна кура эпир матча 20 пинрен пуçласа 30 пине яхăн болельщика кӗтетпӗр. Мӗншӗн тесен, «Рубин» пирӗн тăван команда, вăл эпир килессине питӗ кӗтет. Ман шутпа, майăн 17-мӗшӗнче килекенсене «Казань-Арена» стадиона курма питӗ интереслĕ пулать, унта пысăк улшăнусем пур. Майăн 17-мӗшӗнче 19.30 сехетре пурте футбол курма каятпăр!» - тесе сăмах каланă ТР спорт министрӗ. Аса илтеретпӗр, "Рубин" тата ЦСКА хушшинче иртекен матча Конфедераци Кубокĕн болельщик паспорчӗпе кăна тӳлевсӗр кӗме пулать. Вӗсене болельщиксен паспорт паракан центрне кайса тутарма май пур. Шăп çавăнта тӳлевсӗр билетсем параççӗ.
Тутарстан ӗнер Республика тата Хусан хулин кунне чаплăн паллă турӗ. Çак тӗлӗшпе мӗнпур хула-районта пурӗ 900 мероприяти иртрӗ. Çак кун республикăн чи пултаруллă çыннисене наградăсем парасси те йăлара. ТР Президенчӗ Рустам Минниханов 2017 çулта тӗнче, Европа, Раççей шайӗнчи ăмăртусенче медальсем çӗнсе илнӗ спортсменсене тата тренерсене Правительство çуртӗнче наградăларӗ пулсан, хула... ❮ ❯ Тутарстан ӗнер Республика тата Хусан хулин кунне чаплăн паллă турӗ. Çак тӗлӗшпе мӗнпур хула-районта пурӗ 900 мероприяти иртрӗ. Çак кун республикăн чи пултаруллă çыннисене наградăсем парасси те йăлара. ТР Президенчӗ Рустам Минниханов 2017 çулта тӗнче, Европа, Раççей шайӗнчи ăмăртусенче медальсем çӗнсе илнӗ спортсменсене тата тренерсене Правительство çуртӗнче наградăларӗ пулсан, хула мэрӗ Ильсур Метшин патшалăх наградисене, Тав хучӗсене Хусан Ратушинче 20 çынна пачӗ. Хусан хулин хисеплӗ гражданинӗсен шучӗ кăçал тата икӗ çынна ӳсрӗ. Вӗсенчен пӗри театр тата кино актриси, Мускаври «Современник» театрăн илемлӗх ертӳçин çумӗ Хусан хӗрӗ Чулпан Хаматова пулчӗ. Ăна «Хусан хулин хисеплӗ çынни» ята пачӗç. «Ку награда маншăн питӗ хаклă. Хусан ман тăван хула. «Ыркăмăллăх» сăмаха кунта хăйне евӗрлӗ ăнланаççӗ. Ыркăмăллăхпа паллă çынсем кăна ӗçлеççӗ тесе мана пӗрре мар каланă, анчах та Хусанпа Тутарстан ырă тӗслӗх кăтартса ырă ӗçе пурте пӗрле тунине çирӗплетеççӗ. Çакăншăн та юрататăп эпӗ Хусана, кунта манăн тăвансем, манăн учительсем пурăнаççӗ», - терӗ вăл церемонире.
Халăх паллă тăвакан пысăк уявсем чылай. Пĕлтерĕшлисен, сумлисен йышне Ачасене хÿтĕлемелли куна та кĕртес килет. Ачасем - пурнăç илемĕ-çке. Вĕсене халалланă уява епле чаплă ирттермĕн-ха? Сăмах май, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун июнь уйăхĕн пĕрремĕш кунĕпе тÿр килет. Ăна 1949 çулхи ноябрь уйăхĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен демократиллĕ федераци сессийĕн йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ. Çапла вара çак уява пĕрремĕш хут 60 çул каялла паллă тунă. Унăн тĕп тĕллевĕ - çитĕннĕ çынсене ачасен прависене хисеплемеллине тата пăхăнмаллине аса илтересси. Ачасен уявне халалласа кашни çулах тĕрлĕ мероприяти иртет. Акă кăçал та пĕчĕккисене хÿтĕлемелли кун Авăркас районĕнчи Наумьел ялĕнчи вулавăшпа культура çурчĕн ĕçченĕсем «Хаваслă ачалăх» праçник йĕркеленĕ. Парк лапамĕ кăнтăрлахи апат тĕлне юрă-кĕвĕпе‚ ачасен хаваслă сассипе‚ тĕрлĕ тĕслĕ бантсемпе тата шарсемпе‚ ашшĕ-амăшĕсен тата килнĕ хăнасен савăнăçлă куллисемпе тулчĕ. Пĕрисем уява велосипед хăваласа аслашшĕ-кукашшĕсемпе‚ теприсене асламăшĕ-кукамăшĕсем коляскăпа тĕртсе килнĕ. Хĕр ачасем уяв ячĕпе аквагрим тунă‚ арçын ачасем хăйсен чи илемлĕ тумтирĕсене тăхăннă. Хăшĕсем вара юратнă теттисене те‚ хут купăсне те илме манман. Вырăнти библиотека çамрăк вулакансем валли «Кĕнеке пикникĕ» хатĕрленĕ. Ачасем палаткăра хаваспах кĕнекесемпе журналсем вуларĕç‚ кроссвордсемпе тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç. Çавăн пекех кашни хĕр ачапа арçын ача викторинăсемпе конкурссене‚ эстафетăпа ташă флешмобне‚ литературăри юратнă сăнарсемпе пĕрле дискотекăна хутшăнма пултарчĕ. Сăн ÿкермелли вырăн та пушă юлмарĕ. «Çарăк»‚ «Матрешкăсене канфет çитересси»‚ «Велосипедпа ăмăртасси»‚ «Михĕпе чупасси»‚ «Вĕрен туртасси» эстафетăсем ачасемпе аслă ăрури çынсене ача-пăча сабантуйне илсе çитерчĕç. Мероприяти вĕçĕнче шăпăрлансем Хĕл Мучипе тĕл пулчĕç. Вăл ачасене уяв ячĕпе саламласа кучченеç (пĕр коробка мороженăй) илсе килнĕ. Унсăр пуçне Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна палăртса супăнь кăпăкĕнчен салют та ятăмăр. Арçын ачасемпе хĕр ачасем тата аслисем çу кунĕсем çитнĕ ятпа вăхăта савăнăçлă та шавлă‚ туслă ирттерчĕç. Оксана МАТВЕЕВА. Авăркас районĕ, Наумьел ялĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Юлашки вăхăтра республикăри районсенче чăваш ачисемпе шкул тулашӗнче ӗçлени ытла сисӗнсех каймасть, шел пулин те. Аслăраххисем валли «Аталан» проект тупăнчӗ-ха, кӗçӗннисем вара хальлӗхе аппаланусăр тесен те юрать. Иртнӗ çулсенче хăш-пӗр районсенче чăваш центрӗсем чăрăш уявӗсем ирттеретчӗç, анчах хăшӗсенче малтанхи хӗрӳлӗх чакса пырать ахăр. Çак сăмахсене Пăва районӗ пирки çеç калама... ❮ ❯ Юлашки вăхăтра республикăри районсенче чăваш ачисемпе шкул тулашӗнче ӗçлени ытла сисӗнсех каймасть, шел пулин те. Аслăраххисем валли «Аталан» проект тупăнчӗ-ха, кӗçӗннисем вара хальлӗхе аппаланусăр тесен те юрать. Иртнӗ çулсенче хăш-пӗр районсенче чăваш центрӗсем чăрăш уявӗсем ирттеретчӗç, анчах хăшӗсенче малтанхи хӗрӳлӗх чакса пырать ахăр. Çак сăмахсене Пăва районӗ пирки çеç калама çук. Кунти ЧНКЦ кашни çул ачасене пухса савăнтарать. Чăрăш уявӗ Кипеккассинче иртет. Хальхинче ачасемпе Хӗл Мучи кăна мар, Печкин почтальон та, Йытăпа Кушак та вăйăсем ирттерчӗç. Хаваслă хӗл уявӗнче сăвă каласа юрă юрланисӗр пуçне вюренекенсем урана картон коробка тăхăнса та ăмăртаççӗ. Владимир Ильин ертсе пыракан организаци çитӗнекен ăрăва воспитани парас тесе тӗрӗс утăмсем тăвать. Кăçал Чăрăш уявне килнӗ лайăх вӗренекен ачасем канфет-пӗремӗклӗ кăна мар, чăваш журналӗллӗ те, календарьлӗ те пулчӗç.
Сире пурне те пĕтĕм чун-чĕререн ПР регионти чăвашсен наципе культура автономийĕ ятĕнчен Çĕнĕ çул уявĕпе саламлатăп. Пирĕн автономи тăван халăхăн чĕлхипе культурине сыхласа хăварас тĕлĕшпе ПР Правительствипе, министерствăсемпе, хула тата район администрацийĕсемпе пĕрле пысăк ĕç туса ирттерет. Автономи вĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени чăвашлăха тата та сулмаклăрах аталанма май парать. Пĕрле тытăнсан темĕн те тума пулать. Çĕнĕ Çул ячĕпе сире, тăвансем! Сире тата çывăх çыннăрсене ырлăх-сывлăх, ăнăçу тата телей сунатăп. ПР РЧНКА председателĕ ВИТАЛИЙ ВИКТОРОВ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
«Раççей пики - 2017» конкурсăн пӗтӗмлетӗвӗ Мускав облаçӗнче апрелӗн 15-мӗшӗнче пулать тесе пӗлтерет Татар-информ. Хальлӗхе «Раççей пики - 2017» конкурсăн официаллă сайтӗнче сасăлав иртет. Çав суйлавра кунне пӗр хут пӗр хӗршӗн çеç сасă пама юрать. Тутарстан чысне Зульфия Шарафеевăпа Камиля Харисова хӳтӗлеççӗ. Информаци тăрăх суйлав пӗтӗмлетӗвӗнчи чи нумай сасă пухнă... ❮ ❯ «Раççей пики - 2017» конкурсăн пӗтӗмлетӗвӗ Мускав облаçӗнче апрелӗн 15-мӗшӗнче пулать тесе пӗлтерет Татар-информ. Хальлӗхе «Раççей пики - 2017» конкурсăн официаллă сайтӗнче сасăлав иртет. Çав суйлавра кунне пӗр хут пӗр хӗршӗн çеç сасă пама юрать. Тутарстан чысне Зульфия Шарафеевăпа Камиля Харисова хӳтӗлеççӗ. Информаци тăрăх суйлав пӗтӗмлетӗвӗнчи чи нумай сасă пухнă вунă хӗре «Раççей пики - 2017» финалне кӗртеççӗ. Церемонийӗ вара сайтра апрелӗн 15-мӗшӗнче 21:00 сехетрен пуçласа 23:00 сехетчен тӳрӗ трансляцинче курма май пулать. Жюрире кам пулни те ӗнтӗ паллă. Вӗсем çак çынсем: гимнастка Ляйсан Утяшева, продюсер Иосиф Пригожин, «Раççей пики - 2001» Оксана Федорова тата ресторатор Аркадий Новиков.
2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Раççейри чи пĕчĕк ĕç укçин виçине 12130 тенкĕ палăртма шутлаççĕ. РФ Ĕç министерствин закон проектне Раççей социаллă ĕç хутш́ăнăвĕсене йĕркелесе тăракан виçĕ енлĕ комисси ырланă. Чи пĕчĕк ĕç укçин виçине ÿстерни официаллă йĕркепе чи пĕчĕк ĕç укçи илекен 3,2 млн. çынна тивет, вĕсенчен çурри патшалăх тата муниципалитет учрежденийĕсенче тăрăшать. 2019 çулта чи пĕчĕк ĕç укçин виçи пурăнма кирлĕ минимумпа танлашнă — 11280 тенкĕ пулса тăнă. Пушкăртстанра Урал коэффициентне шута илсен — 12972 тенкĕ. Ĕç паракансем ĕç укçин виçине чи пĕчĕк ĕç укçин федераллĕ шайĕнчен пĕчĕкрех палăртма пултараймаççĕ, аса илтереççĕ Пушкăрт Патшалăх ĕç инспекцийĕнче. Çак правило бюджет тата коммерци организацийĕсемшĕн пĕрешкел. — Сахалрах ĕç укçи илекенсем, пирĕн пата пулăшу тата правăсене хÿтелеме килер, — сĕнет Патшалăх ĕç инспекцийĕн право надзорĕн пайĕн начальникĕ Гульнара Ишмухаметова. — Çакнашкал самантсем сахалланса пыраççĕ. Ĕç паракансем закон норми çинчен аван пĕлеççĕ тата ăна пурнăçлама тăрăшаççĕ, анчах пурнăçра пурпĕр тавлашуллă самантсем пулаççех. Хушма ĕç, çĕрле, канмалли тата ĕçлемелли мар уяв кунĕсенче ĕçленĕшĕн тÿлев çирĕплетнĕ чи пĕчĕк ĕç укçи шутне кĕмелле мар. Чи пĕчĕк ĕç укçин виçине 13 % тупăшран илекен налук кĕнине те манмалла мар. «Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Çавна шута илсе пĕр 2-3 кун маларах ялта йăла-йĕрке уявĕ ирттересси çинчен пĕлтерÿ çырса çакрăмăр. Çак уява çĕрĕ ярассипе çыхăнтартăмăр. Палăртнă вăхăт тĕлне клуба çынсем пуçтарăнма тытăнчĕç. Ваттисемпе çамрăксем тата пĕчĕкрех шăпăрлансем те пур. Тинех кĕтнĕ самант çитрĕ. Виçĕ çын витрепе йĕплĕ шăпăр илсе шуйттан шывĕ ăсма кайрĕç. Йăла тăрăх, çăл патне кутăн утса çитмелле, каялла та çапла майпах таврăнмалла. Пĕр-пĕринпе калаçма юрамасть. Шыв патне каякансем Наташа Хисамова, Лида Гаврилова тата Настя çамрăк хĕр пулчĕç. Ăсса килнĕ шыва пысăк тирĕк çине ярса, ал шăллипе витсе, сĕтел çине лартнă хыççăн, унта çĕрĕсем яра пуçларăмăр. Юрлакансем - Людмила Овчинниковапа Мария Ермолаева, Нина Асадуллинапа Мария Юшкова - юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Пĕрре вырăсла, тепре чăвашла. Çак йĕркесен авторĕ çĕрĕ кăларакан пулчĕ. Çирĕплетнĕ йĕркепе пĕр çаврăм юрă шăрантарнă хыççăн çĕрре шывран туртса кăлармаллаччĕ. Çапла турăм та. Унтан пурте пĕрле кашни юрă мĕне пĕлтернине ăнлантарса патăмăр. Çамрăксем ăнланман самантсене тепĕр хут ыйтса пĕлчĕç. Çав тери илемлĕ иртрĕ çак праçник, çамрăксене те килĕшрĕ. Юмăç ярса шăпасене пĕлнĕ, пурте пĕрле ларса чей ĕçнĕ хыççăн ташă-юрă пуçланчĕ. Унта ватти-вĕтти пурте хутшăнчĕ. Уяв çурçĕрччен тăсăлчĕ. Уйрăмах çамрăксемшĕн чун савăнчĕ. Хамăр мĕн пĕлнине çитĕнекен ăрăва вăхăтлă вĕрентсе пырсан пирĕн йăласем нихăçан та манăçа тухмĕç. Надежда ТИМОФЕЕВА. Пелепей районĕ, Алексеевка ялĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Петӗр Хусанкай 110 çул тултарнă ятпа видеосăвăсен конкурсне ирттерме ăс-хакăл, пуларулăх çитернӗшӗн Чуваш.орг сайтăн администраторне Николай Плотникова тав тăвас килет, тӗрев панăшăн Хусанти чăвашсен П.Хусанкай ячӗллӗ наципе культура центрӗн председательне Валерий Казакова. Пăва районӗнчи чăваш учителӗсен методика пӗрлешӗвне çакнашкал вулавсем ирттернӗшӗн тав. «Çӗнтерӳ юрри» сăвва Рункăри вăтам шкулта 10-мӗш класра... ❮ ❯ Петӗр Хусанкай 110 çул тултарнă ятпа видеосăвăсен конкурсне ирттерме ăс-хакăл, пуларулăх çитернӗшӗн Чуваш.орг сайтăн администраторне Николай Плотникова тав тăвас килет, тӗрев панăшăн Хусанти чăвашсен П.Хусанкай ячӗллӗ наципе культура центрӗн председательне Валерий Казакова. Пăва районӗнчи чăваш учителӗсен методика пӗрлешӗвне çакнашкал вулавсем ирттернӗшӗн тав. «Çӗнтерӳ юрри» сăвва Рункăри вăтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен Эльза Шурбина вулать. Видео ӳкерекенӗ Ольга Бахтинова
Врачсем çитĕнсе çитнĕ пациентсене юнкун 8-20 сехетсенче тата шăматкун 8-15 сехетсенче пăхса тĕпчеме пултараççĕ. - Диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрĕнче – çур çул хушшинче – 3545 çынна (çулталăк планĕн 48,8%) пăхса тĕпченĕ. 2019 çулта диспансеризацине районта пурăнакан пурĕ 7620 çынна явăçтарма планланă, - палăртрĕ Толбазăри районăн тĕп больницин главнăй врачĕн заместителĕ Нурия Валиева. Пĕрремĕш çулçуллăх итогĕсемпе чирсен 365 тĕслĕхне (диспансеризаци иртнĕ çынсен пĕтĕм хисепĕн 10,3%) пĕрремĕш хут тупса палăртнă. Çав шутран пĕрремĕш вырăнта нерв системин чирĕсем (107 тĕслĕх) тăраççĕ, иккĕмĕш вырăнта – юн çаврăнăшĕн системин чирĕсем (101), виççĕмĕш вырăнта – эндокрин системин чирĕсем (18). Ираида ПОЛЕЖАЕВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать