text
stringlengths
406
146k
Пушкăртстанра «БИТ» стена çине çакмалли тата урайĕнчи электротехника корпусĕсем туса кăларакан çĕнĕ завод ĕçлеме тытăннă. Пушкăртстанра «БИТ» стена çине çакмалли тата урайĕнчи электротехника корпусĕсем туса кăларакан çĕнĕ завод ĕçлеме тытăннă. «Элком» ООО икĕ çул хушши çĕнĕ завода укçа-тенкĕ хывнă. Ăна Ĕпхÿ районĕнчи Зубово ялĕ çывăхĕнче хăпартнă. Проекта пурнăçа кĕртме 650 млн тенкĕ тăкакланă. 2023 çул тĕлне унта 209 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçма палăртаççĕ. Паян ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров çĕнĕ предприятин ĕçне официаллă старт панă. Асаннă заводăн строительство проектне 2018 çулхи ноябрь уйăхĕнче «Инвестици сехетĕнче» пăхса тухнă пулнă. Ăна пурнăçа кĕртме патшалăх пулăшăвĕ пама йышăннă. Предприяти стена çине çакмалли тата урайĕнчи электротехника корпусĕсем‚ даннăйсене упрамалли центрсен корпусĕсене‚ клемма коробкисем‚ металл конструкцийĕсем туса кăларĕ. «Элком» ООО директорĕ Ильшат Шайхутдинов каланă тăрăх‚ проекта пурнăçа кĕртни Раççей промышленность предприятийĕсем чикĕ леш енче туса кăларакан тĕрлĕ йышши электротехника шкапĕсене туянассине самаях чакарĕ. Ирида НОВИКОВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Октябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче çыравçă, драматург, композитор, Ф.Н. Вуколов-Эрлик çуралнăранпа 118 çул çитет. Филипп Николаевич Пишпÿлек тăрăхĕнчи Мелеспуç ялĕнче çуралнă. Çыравçă хăй хыççăн пуян литература еткерĕ хăварнă. Çав шутра, К.В. Ивановăн «Нарспи» поэми тăрăх çырнă «Нарспи» драма, «Телей шыракансем» историлле повесть, «Кăвак хуппи» («Зарница») историлле роман. Автор хăй сывă чухне тем пекех «Кăвак хуппи» романне кун çути кăтартма ĕмĕтленнĕ. Шел пулин те, вăл вăхăтра унăн ĕмĕчĕ пурнăçа кĕреймен. «Кăвак хуппи» роман ал çырăвĕ нумай çул хушши Гуманитари ăслăлăхĕсен чăваш патшалăх институтĕнче выртнă. Мелеспуç ялĕнче Ф.Н. Вуколов ячĕллĕ обществăлла краеведени музейĕ уçăлсан ун ертÿçи М.А. Николаева, çыравçăн ывăлĕ Рафаэль Филиппович тата Геннадий Рафаэлович мăнукĕ «Кăвак хуппине» кун çути кăтартас ыйтăва çĕкленĕ. Çакăн хыççăн ПР чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçин çумĕ Ю.П. Михайлов Гуманитари ăслăлăхĕсен чăваш патшалăх институтĕнче пулса ал çырăвне ксерокопи туса илсе таврăннă, музее парнеленĕ. Музей канашĕн пайташĕ шутланакан Рудольф Матвеевич Павлов çыравçă романа редакцилеме, компьютер наборĕ туса пичете хатĕрлеме, ум сăмахне çырма килĕшнĕ. Паян кун роман пичете хатĕр тесен те юрать. Укçа-тенкĕ ыйтăвĕсене татса памалли çеç юлнă. «Кăвак хуппи» - революцичченхи Раççейри чăвашсен йывăр шăпине сăнласа паракан роман. Кунта чăвашсен пурнăçĕпе пĕрлех автор хăй çуралнă тăван тавралăх илемне те çырса кăтартнă. Сире, хисеплĕ вулакансем, романăн пĕрремĕш сыпăкĕпе паллашма сĕнетпĕр. Сĕм вăрман. Ĕмĕт пек вĕçĕ-хĕррисĕр сĕм вăрман.Тĕрлĕ йывăç. Хырсемпе чăрăшсем çурта пек тÿрĕ, пĕлĕте лекес пек çÿллĕ, акăш-макăш парка йывăçсене касса йăвантарсан, тункати çинче туй халăхĕ ташламалăх пур. Ку вăрмана нимĕнле вăй-хăват та тĕп тăвайман. Çут тĕнчере мĕн-ши вăл чи вăйли, тесе ыйтсан: «Çил-тăвăлпа вут-кăвар, вĕсемпе шыва танлаштарма пулать», - тенĕ ваттисем. Чăн сăмахăн суйи çук, анчах ку вăрмана çак виçĕ вăйлă хăват та çĕнтереймен. Хăй ĕмĕрĕ тăршшĕнче тем те пĕр курнă вăл. Асар-писер çил-тăвăл тухсан, вăрман тинĕс пек хумханнă, шавланă та кашланă, çĕре çити авăннă, тĕреклĕ йывăçсем, тупăпа пенĕ пек, кĕрслете-кĕрслете йăваннă. Вăрман çаплах парăнман. Çил-тăвăл татти-сыпписĕр тилĕрни (беситься) çитмен, йăлтăр-ялтăр çиçĕм çиçнĕ, кĕр-р! кĕрленĕ аслати, аçа çапса çĕр кăкрине тăр-тăр! чĕтретнĕ, вăрмана вут хыпнă, тамăкри пек çунтарнă. Пурĕпĕр ун тымарне, ун вăрлăхне вут-кăвар та çунтарса пĕтереймен. Çунни çуннă, ÿсмелли ÿснех. Вăрман шыва юратать, унсăр пурăнаймасть. Анчах шыв та яланах лăпкă мар. Кăра çилĕллĕскер, вăхăтне кура, кĕрлĕ-çурлă, вут-кăвар пек ашкăнма,тилĕрме пăхать. Ăна та çав урăм-сурăм çил-тăвăлах хĕтĕртет. Вăрман çав тери сĕмсĕр-сарăмсăр тилĕрекен çурхи шывран та хăрамасть. Унта ватти вакланать, çĕмĕрĕлет, çамрăкки çăлăнать, чĕрĕлет. Ку вăрман хăмăш пекех çăп-çăра. Шаларах кĕрсен, хĕвел çути кураймăн, сĕм тĕттĕм унта. Кичем, хăрушă. Тăр кăнтăрлах аташмалла. Мĕн авалтан унта çитмĕл çичĕ тĕрлĕ тискер кайăк, аçтаха-çĕлен, упăте… ваттисем каланă тăрăх, арçури те пулнă, теççĕ. Ку вăрмана час-часах тискер кайăксен патши - вăрăм çилхеллĕ арăсланпа юнăçлă (кровожадный) тигр та киле-киле кайнă. Тигрсенчен пуринчен те хăрушши этем какайне тутанса пăхни имĕш. Хăрушă пулнă кунта кушак сăнарлă ытти тискер кайăксенчен те. Вĕсем йывăç тăрринчен çынсем çине тÿрех сикнĕ. Аçтаха-çĕлен çăварне карсан, вăкăр кĕрсе каймалла, хÿрипе çапсан, сăра хуранĕ пек пысăк вулăллă йывăçа та хуçса вăркăтать. Унран тарас пулсан, вăл шыв арманĕ кустăрми пек пулса, хуса çитет, тискер куçĕпе тинкерсе пăхса, чĕр чуна вăй-халран ярать те хускалайми тăвать. Çавнашкал хăш-пĕр çĕлене хăватлă çиçĕм те çунтараймасть, теççĕ. Çавăн пекех кунта арçурисем те хăрушă пулнă, тет. Кусем вара вăрмантан çÿллĕ, курăкран лутра та пулма пултарнă, тет. «Арçури армак-чармак вăрăм аллисене çÿлелле тăсса ярать, тет те, ахăлтатса кулса, вăрăм пĕççисемпе тем тăршшĕ яра-яра пусса, этем умне самантрах çитсе ÿкет, тет, хăрушшăн хуçкаланса, хăлхана çурас пек ахăрашса ташланă май, шĕл-кăвар пек хĕп-хĕрлĕ куçĕнчен йăлтăр-ялтăр вут-çулăм сирпĕтет, тет, этемĕн сехрине хăпартса, кăтăкласа вĕлерет, тет. Вăл вăрмана пĕччен пырса кĕресрен пÿлĕхçĕ сыхлатăрах» тенĕ ваттисем. Анчах тетсене ĕненекен Нехвет шыва кайса вилнĕ, тет. Тискер кайăксем тем тери хăрушă вăй-хăватлă пулин те, этем вĕсене пурпĕрех парăнтарнă. Ку вăрман пĕр енчен хăрушă пулсан, тепĕр енчен çĕрме пуян та ытарма çук илемлĕ. Кунта кăмпи-мăйăрĕ, çĕр тĕрлĕ çĕр çырли, кунта çĕмĕрт çĕрсе выртать, хура хурлăхан çын татманшăн хурланать. Кунта темĕн чухлĕ енлĕк-куянĕ, тилли, упи вăрман тулли. Кунта сăсар, пакша, юс, кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе пăши, пăлан. Вĕçĕ-хĕррисĕр вăрман тенĕ çĕрте çĕр пичĕ тикĕс пулмасть. Тухăçалла кайнăçемĕн хутлам-хутлам тусемпе сăртсем, ешĕл тÿпеттей тăхăннă тÿпемсем курăнаççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ шурă пĕлĕтсемпе танлашнă.Симĕссĕн-кăваккăн курăнакан çÿллĕ тусем хушшипе йăрăм-йăрăм тарăн варсем пĕлĕтрен татăлса аннă пек туйăнаççĕ. Кашни варта тăп-тăрă шыв, çавра кÿлĕ чĕркĕмĕл (ртуть) пек ялтăрать, пур енчен те вĕсене çÿллĕ çыран хÿтĕлет, хушăран çăра тĕтре хупăрласа илет. Уяр кун ула-чăла пĕлĕтсем, çÿллĕ çырансем çийĕн, ырнă ака вăкăрĕ пек, ерипен кăна шуса иртеççĕ. Теплерен пĕрре ăмăрт кайăк вăрмантан ярăнса вĕçсе тухать те хăмăр пĕлĕтсене урлăн та пирлĕн пăлхатать е чăл-пар салатма хăтланать. Ăмăрт кайăкран самай аяларах вĕтĕрех пĕркĕтсем, кăра çилĕллĕ кăйкăрсем, йĕпкĕн хура хурчка, хăла хăлат е çăткăн çăхан урлă-пирлĕ ярăнни курăнать. Кусем юн ĕçекеннисем. Ку вăрманта тем чухлĕ шыв-шурлăх, ытарми хитре чечеклĕ уçланкăсем, тем чухлĕ çап-çаврака кÿлĕсем. Кÿллисем пĕринчен тепри хитре. Пуринчен те шаларахри кирек кама та, кирек мĕнле чĕр чун кăмăлне те каймалла. Шавласа юхса тухакан çăл шывĕ, паллах ĕнтĕ, кÿлĕре шăнăçаймасть. Вăл ирĕксĕрех çак шыв-шурлăхран юхса тухса, кăнтăр еннелле ытарма çук хитре çырма пулса, ту айккипе малалла юхнăçемĕн ÿссе пырать, пыра-киле хăйĕн ятне те туянать вăл. Ăна кунти халăх Мелевĕс çырми тесе çÿретет. Çав çырма çăл куçне Аслă шур вăрманĕ хăй вăйсăрланичченех упраса пурăнать. Пĕр ушкăнтан икĕ ял Аслă шур вăрманĕ. Тайга вăрманĕн хĕвел анăç хÿрипе сыпăннă сĕм вăрман иккенне, унăн шурлăхĕнчен Мелевĕс çырми пуçланса кайни çинчен эпир вулакансене маларах та астутартăмăр. Ку таврара тăпра та хуп-хура, мамăк пек çемçе, тыр-пулă акма çав тери лайăх, пархатарлă пулнă. Улăх тăршшĕпе туп-тулли тĕрлĕ çимĕç, çырмара пĕтесси çук пулă… Ăна ку таврана килсе курнă чăвашсем хĕрсе кайсах кăмăлланă. «Хура тăпра ырлăхĕ - хура халăх пурнăçĕ, кунта туртуна тăрăнтарса лартсан та чĕрĕлмелле», - тенĕ вĕсем шалтах тĕлĕннĕрен. Кун пек пуян, чаплă çĕршыв камăн кăмăлне ан кайтăр ĕнтĕ? Тутлă шăршăллă чечек çине пыл хурчĕн те ларасси килсех ларать. Ăçта ăшă, çав еннелле çил вĕрет, ăçта хитре - çавăнталла чун туртать. Çавăнпа ку тавраналла вăтам Атăл таврашĕнчен хăйсен ирĕкĕпе куçа-куçа килнĕ чăвашсем те сахалах пулман. Вĕсем Мелевĕс çырми тăрăх та ытти çĕрелле киле-киле вырнаçнă. Мелевĕс çырми пуçнерех вырнаçнă ялăн ятне «Мелевĕспуç» тесех çÿретнĕ. Кĕскен - «Мелеспуç» тенĕ ăна. Çав çырма тăрăх пилĕк-ултă çухрăм анаталларах усал Тăхтаман çуралса ÿснĕ Хушăлка ялĕ вырнаçнă. Вăл Мелевĕспе кĕçĕн Мелевĕс çырми пĕр çĕре хутшăннă тĕлти вырăна йышăннă. Пушкăртсем ку вырăна «Куш-йăлка» тесе çÿретнĕрен, чăвашсем хăйсем те ял ятне «Хушăлка» тенĕ. Ку таврара чăваш ялĕсем ытти халăх ялĕсенчен нумайрах пулнăран, вулăсĕ те чăваш ялĕнчех пулнă. Упранса юлнă кивĕ документсем тăрăх, малтанласа кунти вулăс Кистенлĕ ялĕнче пулни курăнать. Ваттисем кивĕ документсем кăтартнă тăрăх, кунта малтан килнĕ икĕ чăваш кулава çĕре пушкăртсенчен ик çĕр сум укçа тенкĕ тÿлесе илнĕ те икĕ пая уйăрнă. Уйăрас умĕн шăпа янă. Пĕрне, Вĕлле Мĕтри текеннине, хальхи Хушăлка çĕрĕ килсе тухнă. Çавăнпа Вĕлле Мĕтри Хушăлка ялĕн тĕп никĕсĕн пĕрремĕш кирпĕçне хураканĕ пулса тухнă темелле. Тепĕр пайĕ кĕреçе сухаллă тĕне кĕмен чăваша, Иштирек ятлă лутра старике, тивĕçлĕ пулнă. Ку вара Мелеспуç ял никĕсĕн пĕрремĕш кирпĕçне хураканĕ пулнă. Çапла Вĕлле Мĕтрипе Иштирек старик малтан килсе çĕр илнĕ хыççăн, кунта 1763 çулхине чылай пысăк ушкăн чăвашсем куçса килеççĕ. Çав ушкăнран вара икĕ ял никĕсленет, пĕр ушкăнран икĕ ял пулса каять. Хушăлка никĕсне хуракансем: Арук, ехвейттăр Айтукан, Енчура, Сармантей, Тавит тата ыттисем те. Мелеспуç никĕсне хуракансем: Тимати старик, йĕрĕх Матус, кервен Лариван, Мăшик Митрук, пакăлти Пуклак, унăн арăмĕ Чани тата ыттисем те. Çапла чăвашсем вăтам Атăл таврашĕнчен кунталла, Пушкăрт çĕрнелле куçса килсе, телей тупăпăр тесе ĕмĕтленеççĕ. Ĕмĕт хутаççин тĕпĕ çук теççĕ çав. Мускавра чăхсене те сăваççĕ тет… Вĕсем кунталла куçса килсен, ырлăхра нумай савăнса пурăнайман. Хăшĕсем чăвашсенчен маларах, хăшĕсем каярах та пулĕ, ку тавраналла упа-кашкăрсенчен тата та çăткăнрах пусмăрçă улпут-купцасем килсе тулнă. Мĕн каласси? «Пуянлăх - ухмах ĕмĕчĕ, ырă ĕç - ăслă çын ĕмĕчĕ» теççĕ-çке. Вĕсен укçа-тенки - кĕсьере, хĕç-пăшалĕ - алăра. Укçа-тенкĕпе хĕç-пăшал алăра пулсан, тем те тума пулать. Мелевĕспуçĕн Тукасри кĕперĕ урлă каçса çур ана урлă утсанах Шихобаловпа Аксаков, вĕсенчен кăшт çурçĕр еннерех Бунинпа Осокин, мал енчи ту çине хăпарсан Щелкановпа Юраш, кăнтăр енне Коншинпа Кулагин улпутсем килсе вырнаçаççĕ. Çав улпут-купцасем пурăна киле ял куштан-пуянĕсемпе пĕр майлă пулса, пурнăç йывăрлăхне пĕтĕмпех ял чухăнĕсем çине тиесе пурăнма тытăнаççĕ. Çут çанталăк пуянлăхне ним шухăшламасăр çарата-çарата Аслă шур вăрманне те хурлантараççĕ. Чухăн чăвашăн ирĕксĕрех: Кăвак кăвакарчăн эп пулăттăм, Карлăк çине ларса юрлăттăм, Хĕн-хурлăха пĕрттех пĕлмĕттĕм, Куççуль сая ярса йĕмĕттĕм, - тесе юрланă хурлăхлă сасси нумай çулсем хушши ăçта килчĕ унта çын чĕрине ыраттарнă. Ку тĕрĕсех çав ĕнтĕ, тĕрĕсех. Улпут-купца таврашĕсем Мелевĕспуçпа Хушăлка чăвашĕсене пусмăрласси вăл акă ăçтан пуçланса каять. *** Вăхăт кĕтме пĕлмест. Вăл пĕрмаях малалла шăвать. Чăвашсем кунта килсе вырнаçнăран вара, вăхăт аллă çулран та ытлашшипех иртсе кайрĕ пулмалла. Эрĕнпурти оберформейстер, Мустафин князь Хушăлкапа Мелевĕспуç чăвашĕсене панă çĕр лаптăкне кĕрекен вăрмансене вĕсем чăвашсене тивĕçлĕ вăрмансем мар, казённăй вăрмансем тесе, Аксаков улпутăн крепостной хресченĕсенчен кастарттарса тикĕт вĕретмешкĕн ирĕк панă. Аксаковăн именниĕ Мелевĕспуç ялĕнчен тăватă çухрăмра çеç пулнă. Билетне Прокопьев Павел ятлă хресчен аллине тыттарнă. Крепостла хресченсем, паллах ĕнтĕ, тÿре хушнă ĕçе тумасăр пултарайман. Выçă хырăм çынна тискер кайăка та çавăрать. Кун çинчен С.Т. Аксаков хăй пĕлнĕ-ши, çук-ши? Тĕрĕсне каласан, пĕлмен те пулмалла. Мĕншĕн тесен вăл ун чухне çамрăк пулнă-ха. Пĕлнĕ пулсан та, хăй хушас çук: вăл çут çанталăка, вăрмана чун-чĕререн юратакан çын пулнă-çке. Çакна вăл çырнă кашни кĕнекерех курма пулать темелле. Анчах çак мăшкăла тÿсеймен пирки чăвашсем ăçта кирлĕ çавăнта çăхав хыççăн çăхав çыраççĕ.1839 çулхине çырнă çăхавра хăйсен ĕçне епле те пулин çиеле кăларасшăн пулса, вĕсем пушкăртсемпе 1803 çулхине тунă килĕшÿ çине тайăнаççĕ. Çине тăрсах ку ĕç пирки хăйсем те ăçта кирлĕ çавăнта çÿреме пуçлаççĕ. Вăл килĕшÿре акă мĕнсем кăтартнă пулнă: «1803 года июля 9 дня, мы нижеподписавшиеся Оренбургской губернии, Белебеевского округа, Илкельминской волости вотчинники башкиры со всего нашего согласия дали сей договор в том, что продали жалованную нам от Великих государей предкам нашим землю из которой часть во владение на вечные годы Белебеевской же округи к деревням Менеузбаш-Кошелга тож и Мало-Менеузовской из чуваш новокрещену Степану Гаврилову с товарищами всего 175 душам, которой сею пользовались от нас оной землёю и имели на ней жительство по договору от нас же данному на время», - тесе çырнă. Унтан тата: «Ныне мы обществом своим вотчинники башкиры за способность себе сочли отдать им тоё часть земли на которой жительство имели в вечное владение без платежа оброка, что и совершили действительно нижеподписавшимися урочищами означенным жителям деревни Менеузбашевой Кош-Елга тож и Малой-Менеузовской из чуваш новокрещенам ценою за тысячу рублей, а именно урочищи значит…» - тенĕ. Малалла çĕр чикки ăçтан пуçланса ăçта çитнине, мĕнле сăрт-çырмапа, лупашкапа, ялсемпе чикĕленнине йăлтах кăтартнă. Слакпуçне, Ăхпуçне, Кистенлĕ ялне тата ытти ялсене те палăртнă. Çак килĕшÿ тăрăх ку ялсем Хушăлкапа Мелевĕспуçĕнчен маларах килсе вырнаçни те курăнать. Пиллĕкмĕш ревизи списокĕ тăрăх Хушăлкапа Мелевĕспуçĕнче ун чухне миçе арçын, миçе хĕрарăм чунĕ пулнине те кăтартнă, тата ытти те. Çак договора шута илсе, ун çине çирĕппĕн таянса, чăвашсем хăйсем те ăçта кирлĕ - çавăнта çÿреме тивĕçлĕ пулнă. Ку чăнах та тĕрĕсех. Малтанласа чăвашсем пуху ирттереççĕ. Унта икĕ кулава (глава) суйлаççĕ. Пĕрне - Иштиреке, теприне - Ларивана. Мĕншĕн тесен, леш крепостной хресченсем Аслă шур вăрманне касма ерĕçнĕ пулнă - 50-60 хресчен хитре йăвăçсене хиреççĕ кăна иккен!..Çакна кура кунта хайхи икĕ кулава, Иштирекпе Лариван та, пырса тухаççĕ. Вăрман касакансем - япăх, çийĕнчи тумтирĕсем те çĕтĕк-çатăк. - Эсир мĕн тăватăр кунта? - теççĕ хайхискерсем. Лариванĕ чылай вăрăм, çирĕп шăм-шаклăскер. Иштирекĕ - лутрарах та самаях парка. Пит-сăнĕпе тутар евĕрлĕрех. - Ара, мĕн тунине курмастăр-и? Вăрман касатпăр, вăрман. - Касассине касатăр-та-ха, анчах сире кам хушрĕ вара пирĕн ял вăрманне касма? - Кам хуштăр? Хуçасем. - Да. Хуçасем çав. Вĕсем пире тикĕт кирлĕ, теççĕ. - Çапла … Вĕсем тикĕт нумайрах сутса, нумайрах укçа тăвасшăн. «Пуян куçĕ нÿхреп куçĕ» теççĕ-çке. - Правильно! Пуян çыннăн çăкри те йÿçĕ! - хыттăнах кăшкăрашрĕç чухăн крепостнойсем пĕр шикленмесĕр. - Кун çинчен нумай калаçса тăмалли те çук, что правильно, то правильно, друзья! - тесе хучĕ чи аслăраххи. Вăл вĕсен пуçлăхĕ пулчĕ пулас. Ыттисем ăна хирĕç пĕр сăмах та чĕнмерĕç. Вăл чăвашсемпе кăмăллăн сывпуллашнă хыççăн, ыттисем те сывпуллашрĕç. Пурттисемпе пăчкисене илчĕç те, Куроедово текен ял еннелле утрĕç. Вĕсем чăвашсемпе курса калаçичченех вăрмана касассисем килмен пулас. Çапла Мелевĕспуçĕпе Хушăлка чăвашĕсем 1803 çулхине пушкăртсемпе тунă килĕшĕве çухатмасăр упраса хăварни, пысăк хуйха ернĕ чăвашсене пит те кирлĕ, вырăнлă пулса тухнă. Вĕсем Аслă шур вăрманĕшĕн улпут-купцасемпе çине тăрсах кĕрешни сая кайман. Кун пирки, паллах, Лариванпа Иштиреке халăх тав тумашкăн та тивĕçлĕ пулнă. Мĕншĕн тесен вĕсем çак ыйтупа, сивви сивĕ мар, çил-тăманĕ тăман мар кунсенче, Эрĕнпура пĕр хут çеç мар кайса килмелле пулнă. Юлашкинчен Эрĕнпурти казёный хысна палати Пелепей уесĕнче судăн йышăнăвне çирĕплетсе панă. Çавăнпа хайхи вăрман Мелевĕспуç чăвашĕсен аллинче ĕмĕрлĕхех тăрса юлнă. Çак ĕçĕн ырлăхĕ Мелевĕс çырми тăрăх пурăнакан мĕнпур чăвашсемшĕн, çавăн пекех ытти халăхсемшĕн те, пысăк пархатарлă ĕç пулса тухнă. Аслă шур вăрманĕн шăпи, унăн кун-çÿлĕ мĕнле пулни çинчен сăмах малалла пырĕ. Лариван ушкăнĕ - Эпир ÿксе вилсен мĕн юлать? - Хамăр тăрăшнă таран акса ÿстерсе хăварнă, пархатарлă çимĕç çеç юлать. Лариван та Лариван тесе калаçатчĕç пирĕн ялта. Мелевĕспуç ялне никĕсленĕ чăвашсенчен пĕрне кирек ăçта та асăнатчĕç ăна, пуринчен мала хуратчĕç. Пĕррехинче çуркунне тарăн варсем, çырмасем тăрăх çурхи шыв шавласа, кĕрлесе юхать. Ял урамĕсем тăрăх шыв кÿлленчĕкĕсем типсе пĕтеймен-ха. Çурт-йĕр таврашĕ сала кайăк, шăнкăрч, ытти вĕт кайăк-кĕшĕк сассипе янраса çеç тăрать. Çуркуннене пур чĕрĕ чун та хавас. Калăм уявĕн виççĕмĕш кунĕ. Çав кунхине ваттисене асăнма шăпăрçă Мĕкĕтен чипер кăна тирпейлесе тасатнă кĕтеслĕ пÿртне мĕнпур хурăнташ-ăру пухăннă. Вĕсем пурте Лариван йăх-несĕлĕсем. Кунта çĕр çултан иртнĕ Павăл старикпе унăн самаях ватăлса çитнĕ икĕ пуян ывăлĕ, Ваçкапа Путап, лутра кăна пуян Исак старикпе унăн чухăн шăллĕ вăрăм Симукка, Ванюкка ятлă старикпе унăн ывăлĕ, Хура Карачăм тата ыттисем те килсе çитнĕ. Карачăмăн Ваçилей ятлă йăваш кăна ывăлĕ те пур. Вăл сахалтан та утмăл çултан иртнĕ арçын ĕнтĕ. Тата кунта тепĕр Ваçянка старик Микишĕпе купца Кируш, Мĕкĕте пиччĕшĕ усал Патиер, тем чухлĕ карчăк-кĕрчĕк пухăннă. Хăшĕсем ĕçсе-çиеççĕ, хăшĕсем юрлаççĕ, хăш-пĕрисем иртнĕ пурăнăçпа ваттисем çинчен юмахлаççĕ. Хура Карачăмăн хăйĕнчен вăрăм Малля ятлă карчăкки, вăлта хуллинчен кăшт çеç хулăнрахскер, кăкрисем те путене çăмарти пек çеç, çапах та йÿççине сыпсан, пит те мухтанма юратать. Вăл тулли сăра куркине сулахай аллине тытнă, шĕвĕр сухаллă шăпăрçă Мĕкĕте умĕнче сылтăм аллине çавăра-çавăра хăйĕн ялан юрлама юратакан юррине, туй арăмĕ пек, лăпчăна-лăпчăна юрланçи пулать: И-пурнар-и, тăвансем, ай, пурнар-и, Пурçăнсенчен картасем çаврар-и, Пурçăнсенчен картасем çавăрни çук, Тăванĕнчен тăванĕ тăранни çук. Шап-шур иккен çĕмĕртĕн çеçкисем, Пит тутлă иккен хамăрăн тăвансем, - тесе, хумхана-хумхана юрлать. Хушса юрлаканнине çавăра-çавăра хурать. Мĕн каласси? Кирек мĕнле юрă та хăй саманине кура-çке-ха? Карчăк юррине юрланă май хурланчĕ. Тутри вĕçĕпе куççульне шăлса илчĕ. Иртнисене ирĕксĕрех астуса: - Эх, Мĕкĕте, Мĕкĕте! Итле-ха, шăллăм, ман сăмаха. Итле-ха! Эпĕ мĕн каласшăн? - Пĕлместĕп-çке, Малля аппа, тем каласшăн эсĕ мана. Анчах санăн çемçе чĕлхеллĕ ырă сăмахусене эпĕ кирек хăçан та итлеме хатĕр. Мĕкĕте начартарах куçĕсене мăч-мăч тутарса, шăпăр хуллипе халь çеç тасатса пĕтернĕ чĕлĕм чăпăкне тĕкĕр витĕр пăхнă пек пăхса илчĕ. - Мĕн каласси пур ĕнтĕ, Мĕкĕте, мĕн каласси-и? Çут тĕнче иккĕ килмест. Эпир те ватăлатпăр ĕнтĕ. Çамрăк ĕмĕрсем хур кайăксем пекех карталанса вĕçсе иртсе кайрĕç. Сиссе те юлаймарăмăр. Тĕрĕс мар-и? - Ара-а… ан та кала ĕнтĕ, Малля аппа, ан та кала. Çамрăк ĕмĕр иртнине эпĕ хам та сисеймерĕм. Эсĕ каларăшле, чăн-чăнах та хур кайăк пек вĕçсе иртсе кайрĕ. Кун-çулсем, шыв пек юхаççĕ те, çынна пĕртте кĕтсе тăмаççĕ. - Çапла-а, Мĕкĕте, çапла-а… Малля аппун хăçан суйни пулнă? Нихăçан та пулман. Çамрăклăх тепĕр хут çаврăнса килмест çав. Çитĕнме лайăх та, ватăлма япăх. Вăхăт карланки пурне те çăтать. Çапах та Турра шĕкĕр! Эпир Лариван ушкăнĕсем-çке. Лариван мăнукĕсем эпир. Пирĕнни пек чаплă ушкăн ялта та çук. Ялта çеç мар, ниçта та çук пуль-ха ун пекки! «Ашшĕн туйăмлăхĕ çÿлти Туррăн - çÿллĕ, амăшĕн - тинĕсрен тарăнрах» тенĕ. Лариванпа пирĕн асатте-асанне, атте-аннесем тивлечĕпе пирĕн ĕçмелли те пур-ха, çимелли те. Ют ял çыннисем урампа пирĕн ушкăн çынни иртсе пынине кураççĕ те: «Ку кам? Мĕнле çын ку? Ку çын кăрнатир пек яштак та çеçке пек чипер-çке. Унăн утти те улăп утти пек тĕреклĕ» теççĕ вара. Ун пек çын кам пултăр ĕнтĕ? Мĕкĕте, кам пултăр? Паллах, Лариван ушкăнĕнчен тухнă çын. Лариван тивлечĕпе ÿснĕ çын. Халь эсĕ пурăнакан тĕп кил-çурт хуçин мăнукĕсен. Ырă улмуççи ăçтан пÿтсĕр çимĕç патăр-ха вăл? Ăçтан тутлă çимĕç ан патăр? Тĕрĕс мар-и, Мĕкĕте?.. - Тĕрĕсне тĕрĕсех ĕнтĕ, Малля аппа, тĕрĕсех, - терĕ Мĕкĕте. Сăмахне малалла тăсасшăн пулнăран, чĕлĕмне васкавлăн сăвăра-сăвăра илчĕ, анчах сăмахне хушса ĕлкĕреймерĕ вăл, сăмахлама Малля карчăках ерĕçрĕ: - Тĕрĕс çав. Питĕ тĕрĕс. Пирĕн Лариван асаттемĕр çынна çитнĕ çав, ăслă та паттăр çын пулнă. Ăна ваттисем каланă тăрăх астуса илсен те, чун çумне çунат хушнăн туйăнать. Хăвна ху çамрăкланнă тейĕн. Лариван акса хăварнă вăрлăх халь те вăйлă тырă-пулă пекех ÿссе килет. Унăн йăвинчен тухса вĕçнĕ чĕпĕсем эпир хамăр ялта та çирĕм тăхăр йăвана çитрĕмĕр пулас ĕнтĕ. Мĕн чухлĕ çамрăк ÿсет! Унăн тивлечĕпе эсĕ ху та пилĕк ача ÿстеретĕн. Пирте те çич-сакăр ача. Ку куркасене Лариван асаттемĕре асăнса, пысăк чыс туса тÿнтерер-ха, Мĕкĕте, иксĕмĕр. Пирĕн, вĕсен тивлечĕпе ĕçсе çини, унăн умĕнче те пултăр. Ырă вырăнта вырттăр. - Тавах ырă сăмахушăн, Малля аппа, тавах, пурте канăçлă вырăнта выртчăр. Кусем калаçнине Малля карчăкăн упăшкипе Хура Карачăмăн ашшĕ Ванюкка старик, Тĕрĕк вăрçинче пулса курнă вăрăм сухаллă Павăл старик хăлхана чиксех ларнă-мĕн. Иккĕшĕ те Малляпа Мĕкĕте çумнерех куçса ларчĕç. Павăл старик Малля карчăк пек кăштах йÿççине сыпсан çăмăлттайланать, мухтанма, шÿт тума та юратать. Вăл кăшт кукăртарах сăмсине кĕпи çаннипе нăш-нăш! тутаркаласа шăлса илчĕ. Малля карчăкпа Мĕкĕте çине кулкаларах пăхрĕ. Вăрăм сухалне ывăçласа, кăп çеç хыпрĕ, кутăн кăларса, ăна тулли черкке пек, майлаштарса тытрĕ, хăйĕн кĕске кăна такмакне шăрантарма тытăнчĕ: Чиятта та чиятта , Чиятта та чистота! С нами Бох, с нами Бох, С нами водки полуштоф! - Эпир Тĕрĕк вăрçине çапла каласа кĕреттĕмĕрччĕ! - терĕ вăл, шÿтлесе. Сухал вĕçне çăварĕ умне хучĕ те, эрех ĕçнĕ евĕрлĕ туса, кăтартрĕ. Чылайăшĕ лăх-лăх! кулса илчĕç. Хăш-пĕрисем кулмарĕç. Вĕсем ваттисене асăнса хывнă кун кулни аван мар терĕç. - Лариван çинчен мĕн каласси? Лариван çинчен тĕплĕн пĕлессĕр килсен, эсир пиртен, Ванюккапа иксĕмĕртен, çеç ыйтăр. Ун çинчен лайăх пĕлекенсем эпир çеç юлтăмăр ĕнтĕ. Эпир çеç вĕт, Ванюкка? - терĕ вăл, хайхи сухал вĕçне çăлкаланă май, хăйпе юнашар ларакан старик çине ешĕл-сенкер куçне мăч-мăч тутарса пăхса. Ванюкка хăйĕн кукша пуçне кăтăр-кăтăр хыçса илчĕ. - Çаплине çапла пуль-ха та, анчах пирĕнпе пĕрле ун çинчен Микиш ашшĕ Ваçянка старик лайăх пĕлет-çке. Унăн çĕр çултан иртни те чылаях пулчĕ ĕнтĕ. Эпир санпа çĕр çул çине те тин çеç пусса килетпĕр-ха, - терĕ лăпкăн çеç. - Ку, паллах, çапла-ха ĕнтĕ, Ванюкка. Ку тĕрĕсех, - кăштах пăшăрханнă пекрех пулчĕ Павăл старик. - Тÿрĕ сăмахăн кукри çук. Сăмаха шухăшламасăр калама юрамасть. Анчах Ваçянка старик, çĕр çичĕ çул тултарнăскер, сÿтĕлме те пуçларĕ çав ĕнтĕ. Çамрăклăх вăл, мăн çулпа килет те, вак çулпах иртсе каять. Ăна чатăр карса та чарса пулмасть. Халь ĕнтĕ унăн хăлхи те илтмест иккен. Ĕлĕкрех мĕнле вастра çынччĕ вăл? Кăçал йăлтах начарланчĕ. Эпир санпа çапах та малалла тапаланатпăр-ха. Вилес килмест вĕт, мĕн тăвасси пур. Лариван вăл хăй те яланах: «Такăнмасăр ÿкес мар, ватăлмасăр вилес мар» - тесе калатчĕ тетчĕç. Çапла Лариван çинчен юмахлама çак икĕ старик те тапранчĕç. Унăн кашни аяк пĕрчине пĕрчĕн-пĕрчĕн пĕрчĕлерĕç темелле. Вĕсен юмахĕ тăрăх Лариван вăл акă мĕнле çын пулнă: кунти пушкăртсен çĕршывне вăл хăйĕн тус-йышĕсемпе пĕрле хальхи Чăваш Республикин Куславкка районĕнчи Чашлама текен ялтан куçса килнĕ. Чашлама ялĕ Атăлран вуникĕ çухрăм кăнтăр енче вырнаçнă. Вăрманĕ «Уштамаш» ячĕпе çÿрет. Унтан вăйлă çăл шывĕ чашласа тухать. Чашлама ялĕ ун чухнех пĕчĕк ял пулман пулмалла. Чĕпписем йышлăн ÿссе çитсен, кирек мĕнле пысăк йăва та тăвăра юлать. Пулă та ăçта тарăнрах - çавăнта чăмать. Лариван вăл мĕн çамрăкранпах ĕçлеме юратаканскер «вăй пур чухне кĕреш, шăл пур чухне какай çиме тăрăш» тенĕ. Пушкăрт çĕршывне куçмашкăн вăл та ытах ахальтен теветкеллемен пулмалла. Юлташĕсен хушшинче вăл чи вăйли, хăюллăраххи пулнă теççĕ. Хăйне кура унăн Сăлукка ятлă арăмĕ те йĕтĕр пек тулли шăм-шаклă, çырла пек сăн- питлĕ, паттăр хĕрарăм пулнă. Упăшкипе тату, пĕр-пĕрне сума суса пурăннă. Ларивана вăл, суйласа хунă улма пек, сакăр ывăл та, пике пек икĕ хĕр çуратса панă. Анчах та тăватă аслăрах ывăлĕ ашшĕпе амăш хушнă, вĕрентнĕ пек пурăнасси килмен. Ашшĕпе амăшĕнчен вăтанмасăрах «тĕрĕслĕхпе пурăнса шур курница (кермен пек çурт) лартаймăн, суймасăр пуяймăн» тенĕ вĕсем. Уйрăлса тухнă та çăмпа, пуринчен ытла çăмартапа, суту-илÿ тума тытăннă. Лариван, хăй вăйĕпе ĕçлесе, тĕрĕс кăмăлпа пурăнма вĕреннĕскер, ывăлĕсен ултавлă та киревсĕр шухăшĕпе пĕртте килĕшмен, вĕсене хытă ятланă, ылханнă. Икĕ хĕрне качча парать те, хăйĕн тус-йышĕсемпе пĕрле теветкеллесе, çĕнĕ çĕрелле куçса кайма шут тытать. Иштирекпе Вĕлле Мĕтри тата ыттисем Лариванпа пĕрле çĕнĕ çĕре куçма хĕрсе кайсах килĕшеççĕ: çурт-йĕрĕсене сутаççĕ те пушкăртсен çĕршывне куçаççĕ. Унăн лере юлнă ывăлĕсем тĕрлĕ хуласенче пуян купцасем пулса кайнă теççĕ. Лариван çирĕп çын пулнă. Вăл пушкăртсен çĕршывне куçнă çулхине 70 çулран иртнĕ çын пулнă пулас, анчах унăн сăн-питне, çирĕплĕхне кура, ăна никам та çитмĕлти çын тесе калама пултарайман. Пăхăр тĕслĕ питĕнчен юн сирпĕнсе тухас пек, сеп-сенкер куçĕсем çава пек вичкĕн, икĕ юплĕ вăрăм сухалли кăшт кукăртарах сăмсаллă питне виçсе хунă пек килĕшсе, кирек камăн кăмăлне те кайнă. Кирек мĕнле çыннăн кăмăлĕ те хăйне кура, хăйне майлă пулать. Тепри ĕçчен çынах вăл, анчах ытлашши çăткăн. Вăл çăткăнлăхĕпе хăйĕн ăсне те çиет, ăсран йăлтах каять. Унăн чĕринче намăс тени пĕр хĕлхем те юлмасть вара. Урнă кашкăр пек, теприн мулне хыпса, çăтса яма та хатĕр. Вăл мĕн хăтланни, мĕн туни…пурте хăйĕншĕн çеç. Лариван ун пек çын пулман. Вăл уçă кăмăллă пулнă. Йăвашпа йăваш, усалпа усал, темелле. Чухăна шелленĕ. «Чухăна шăнса килсен, ăшăтса яр, выçă килсен, хырăмне тăрант» тенĕ. Мăн кăмăллă пулман, мухтанман. Нумай сÿпĕлтетмен. Хура çăкăра хура тарпа тупса, унăн хакне лайăх чухлаканскер, кахала юратман. Намăссăр, çăткăн улпут-купцасене çын вырăнне те хуман. Мĕн тăвасси пур? Ун чухне ял ĕç çынни хальхи çĕр ĕç машинисене тĕлĕкĕнче те курман-çке-ха? Ху пурăнакан кĕтессÿ ăшă, хырăму тутă, çи-пуçу питĕ пултăр тесен, ыйхине-мĕнне пĕлмесĕр, тăрăнса каяс пек ĕçлеме тивĕçлĕ пулнă вăл. Çитменне тĕрлĕрен харам пыра тăрант! Тăрантман хушăра сана е саламат, е тĕрме, е Çĕпĕр кĕтет. Лариван ырми-канми ĕçленĕ. Паянхи куншăн çеç мар, ыранхишĕн те, ыранхипе пĕрле çамрăксемшĕн те ырлăх туса хăварасшăн тăрăшнă. «Эпир ÿксе вилсен мĕн юлать? Хамăр тăрăшнă таран акса ÿстернĕ, пархатарлă çимĕç çеç юлать», - тенĕ вăл час-часах. Хăйĕн çутă ĕмĕтне пурнăçлассишĕн çывăрасса та ытлашши çывăрман. Çавăнпа та хăш-пĕрисем «Ку тĕнчере ыйхăран тутли нимĕн те çук» теççĕ. Ман шутпа, тĕрĕс мар ку. Ыйхăн унăн - пăчĕ те пĕр пус, кĕренки те пĕр пус», - тенĕ вăл хăш-пĕр чух. Кун пирки мĕн калаçасси пур ĕнтĕ? Пурăнан ĕмĕрте, пыра-киле хăй вăхăтĕнче паха, тĕрĕс пулнă сăмах та кивелме, пăрахăçа тухма пултарать. Лариван арăмĕ Сăлукка та тăрăшуллă, кÿнтем хĕрарăм пулнă тенĕччĕ эпир. Ку чăн та тĕрĕс сăмах. Ĕçре упăшкинчен кая юлман. Лариванпа Сăлукка ĕçчен, тăрăшуллă пулман пулсан ун чухнехи çав тери йывăр саманара çавăн чухлĕ йышлă ача-пăча çуратса ÿстереймен те пулĕччĕç. Вунă ача çитĕнтересси, ял урамĕ тăрăх чупса тухасси çеç мар. Лерен, хăйсемпе килнĕ ывăлĕсенчен чи асли - Калумпи, унтан кĕçĕнтереххи - Çитрук, тепри - Якăп, чи кĕçĕнни Якунне пулнă. Çитрук текенни Пăкачав вăрçинче пуçне хунă теççĕ. Пыл хурт çурисем çуралса, аталанса çитнĕ-çитмен, амăшне сырса илеççĕ, пăхаççĕ вĕсем ăна, сыхлаççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ. Лариванпа Сăлуккан кунта килнĕ ывăлĕсем - Калумпипе Якăп та авланса, уйрăлса тухиччен, пăртакçă пулăшнах ĕнтĕ, пулăшман мар. Анчах авланса, уйрăлса тухсан, пулăшман тесен те юрать пулмалла. Кунта куçнă тĕле кĕçĕн ывăлĕ Якунне те ака лашисене хăваламалăх çитĕннĕ. Вăл вара ашшĕпе амăшне мĕн пĕчĕкренех пулăшнă. Çурт-йĕрне Лариван вăл тĕпсĕр кÿлĕрен инçех те мар çыран çывăхнерех лартнă. Çакна кура унăн тус-йышĕсем шăпах хăраса ÿкнĕ иккен. - Ара-а, итле-ха, Лариван! Ма кунта вырнаçатăн? Ма пирĕн сăмаха итлеместĕн? Тепĕр кÿлĕре аçтаха çĕленсем пур теççĕ. Кун çинчен пушкăртсем сана хăвна та каларĕç мар-и вара? Кунта вырнаçма тур-пÿлĕхçĕ кăна сыхлатăр. Тархасшăн, ан ларт кунта! Ан та хăтлан, - тенĕ вĕсем. Çапла вĕсем ăна темиçе хутчен те киле-киле ÿкĕтленĕ, анчах Лариван аçтаха çĕленсенчен шик те шикленмен: «Хăракан çын хыççăн кайсан, хăрăк турат вĕçне те тăрса юлăн», - тенĕ вăл. Çуртне хăй палăртнă çĕрех лартнă. Хура халăх хушшинче ĕлĕкренех «Кăткăран вăйли çук. Кăткă вăл хăйĕнчен пысăк чула та, тимĕре те сĕтĕрме пултарать» тенĕ. Лариван кăткă пек вăйлă пулнă темелле. Вăл тунă çурт-йĕртен шăпах тĕлĕнмелле пулнă. Пуринчен ытла пÿрчĕпе кĕлетĕнчен. Вĕсене çемье пуçĕ сăра хуранĕ пек хулăн пĕренесенчен пураса лартнă. Çурмаран çурса, çав шултра хыр пĕренесенченех урайне те сарнă. Алă вĕççĕн вĕсене мĕнле пурама, мĕнле кăна тума пĕлнĕ-ши?.. Шăпах тĕлĕнмелле. Çурт çийĕсене пурне те малтан сарлака хуппа ун çинчен ыраш улăмĕпе витнĕ. Улăмне çулсерен çĕнетсе тăнă, витĕр пĕр пĕрчĕ çумăр та кайман. Лариван 1763-1764 çулсенче хыр йывăççисенчен лартнă пысăк кĕлет унăн мăнукĕсен аллинче, çутă хурçă пек якалса, пĕр çĕрмесĕр, 1919 çулхине Мелевĕспуçĕпе Хушăлкана мур илесшĕ шуррисем тупăпа персе çунтаричченех, ларчĕ. Çунса кайман пулсан, халĕ те вăл пĕр çĕрмесĕр упранса юлнă пулĕччĕ. Çурт-йĕр çуннă чух, Шăпăрçă Мĕкĕтепе арăмĕ пуринчен ытла çав кĕлетшĕн татăлса йĕчĕç. Хура халăха хура çăкăр çитерекен выльăх-чĕрлĕхсенчен малти вырăнта тăраканни вăл вăхăтра, паллах ĕнтĕ, лаша пулнă. Çавăнпа Лариван вăл пуринчен ытла ут выльăха юратнă. Калама çук лайăх пăхнă. Вырăссем каларăшле, пĕчĕк ачана çупăрланă пек, юратса çупăрланă. Шеп çÿреме çамрăкранах пиçĕхтернĕ. Эрĕмпура тăвар тиеме каять-и, ăста тимĕрçĕ пулнăран Ĕпхĕве е ытти çĕре тимĕр-тамăр илме чуптарать-и, унăн лашисем, çил-тăвăл пек хĕрÿ çÿренĕ. Ĕпхÿпе Мелевĕспуç хушшинчи икçĕр çухрăма хăш чухне пĕр талăкрах çаврăнса таврăнатчĕ тетчĕç. Чĕрĕ юман пек çирĕп, тĕреклĕскер Лариван хăш-пĕр чух чăн-чăнах та «Такăнмасăр ÿкес мар, ватăлмасăр вилес мар», - тенĕ. Çемçе милĕкпе мунчара хĕрÿ çапăнма юратнă. Мунчине вăл, çырма хĕрринчи хĕрлĕ çыран аркине чавса тунă пулнă. Эрнере пĕрре мунча кĕмесĕр нихăçан та юлман. Хĕрÿ çапăнса хĕрлĕ автан пек хĕрелнĕ хыççăн, мунчинчен çывăх тарăн авăра чупса кайса, çуйăн пулă пек, чăма-чăма ишнĕ. Хĕллехи шартлама сивĕсенче вак касса та пулин кĕрсе тухнă е çемçе юр çине вырта-вырта йăваланнă. Мунчаран килне таврăнсан яланах пĕр алтăр сивĕ шыв ĕçнĕ. Кун хыççăн шур курăк е хурлăхан çулçинчен тунă чей ĕçме юратнă. Апат-çимĕç пирки сăмах хускатнă хушăра: «Мана мăнтăр хур е мăнтăр лаша какайĕ çисен, ниепле хĕл сивви те çĕнеймест», - тенĕ вăл. Эрехпе чĕлĕм тĕтĕмĕ шăршине вăл пĕртте тÿсеймен. Хĕлле унăн ÿт-пĕвĕ пуринчен ытла сунарта, çулла уй-хир ĕçĕнчи таса сывлăшра е хĕвел питĕнче пиçĕхнĕ. Хăйĕн такăнмасăр ÿкес мар, ватăлмасăр вилес мар тенĕ каларăшне ялан асра тытса, кирек мĕнле ĕçе те сывлăхне упрас, çирĕплетес йĕркепе туса пынă, кирек мĕнле ĕçе те çын тĕлĕнмелле тĕплĕн те тирпейлĕн тума пĕлнĕ. ...Анчах пурăнăç пĕр пăрăнчăксăр пулмасть. Ĕмĕр тăршшĕ вĕрен тăршшĕ çеç мар. Ватăлмалăх кунта Лариванпа Сăлуккашăн та киревсĕр шăпа, пысăк инкек сиксе тухнă. «Çырса хунинчен», унашкал киревсĕр шăпаран Лариванпа Сăлукка пек паттăр çынсем те хăтăлаймаççĕ иккен. Мĕн тăвасси пур?... Çав ирсĕр инкек пурăна киле акă мĕнле килсе тухнă. Ăна кĕскен, пĕр-икĕ сăмахпа çеç каласа пама май çук. Тĕплĕнрех каласа пĕлтерес тесен унăн тĕп тымарне тарăнтарах чавса пăхма тивет. Пĕчĕкçĕ çырма кăнтăр еннелле ерипен çеç юхса выртнă. Çырма мал еннипе чăнкă та кăн-кăвак çыран кăнтăр еннелле тăсăлнă. Çыран çийĕ тикĕс мар. Аякран пăхсан, унăн çурăмĕ вырăнĕ-вырăнĕпе икĕ курпунлă тĕве çурăмне аса илтернĕ. Аркинче, кăвак тăмсăр пуçне нимĕнле ÿсен-тăран та ÿсмен. Мал енче - сĕм вăрман, унăн вĕçĕ- хĕрри курăнман. Çырма тĕпĕ тĕксĕм хăйăрлă пулнă, çавăнпа шывĕ те тăрă мар, пăтранчăк курăннă. Çыран арки вĕçĕнчен, унтан та кунтан çăл шывĕ те палкаса тухнă, анчах улăхĕ япăх тесен те юрамалла, мĕншĕн тесен кунта çĕмĕртлĕх те, шĕшкĕлĕх те пулман. Сайра кăна хăвалăх хушшинче, унта та кунта хурлăханпа хăмла çырли çеç тĕл пулкаланă. Кунти улăха çут çанталăк хăех кÿрентернĕ темелле. Çаксене шута илсен, ку çырма таврашĕ çынна илĕртмелле вырăн тесе каламалла та мар. Çавăнпа та вăл пушкăртсен хăйсен кăмăлне те кайман. Анчах XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче çак вырăна вăтам Атăл чăвашĕсем килсе вырнаçнă. Нуша тени вăл, çын çумне пĕр пырса çыпăçсан, куршанакран та хытăрах çыпăçать иккен. Ку таврана куçса килнĕ чăвашсен нуши те тăрса юласшăн пулман, хăйсемпе пĕрлех ерсе килнĕ. Кунти çырма хĕррипе вырнаçса ларнă чăвашсем малтанласа чăннипех те лăпкăн, чипер çеç пурăнма пуçланă. Вĕсене ытлашши кансĕрлемен. Хăйсен вăйĕ çитнĕ таран тыр-пул акса, выльăх-чĕрлĕх усракаласа, вăрмантан хурт-хăмăр пылĕ пухкаласа пурăннă. Çак ырлăхсемшĕн тур-пÿлĕхçе асăнса, тав туса, парне кÿмелли вырăнĕ те пĕчĕкçĕ çырма хĕрринчех пулнă. Вĕсем ăна «Чÿк çырми» тесе çÿретнĕ. Çурçĕр еннелле каçса каймалли кĕпере те «Киремет кĕперĕ» тесе ят панă. Анчах хайхи йĕксĕк нуша чăвашсен çумĕнчен, çав киреметсене çуллен-çул чÿк туса, парне кÿрсен те хăпма пĕлмен. Чăвашсем лăпкă пурнăçпа савăнса кунта та нумай пурăнаймаççĕ. Çăткăн улпут-купцасем ку тавраналла та пĕрин хыççăн тепри киле-киле вырнаçаççĕ. Пелепей хули никĕсне хураççĕ вĕсем. Нумай пурăнаççĕ-и вĕсем, сахал-и, анчах чăвашсен тĕшмĕшлĕ пурнăç йĕркисем (киремете, хĕрт-сурта, йĕрĕхе, тата ытти тем-тепĕрсене чÿкле-чÿкле пуç çапни) улпут-купцасемпе чиновниксен кăмăлне кайман пулас. 1745 çулхине чăвашсене ку çырма хĕрринчен ирĕксĕрлесех хăвалаççĕ. Хăнăхса çитнĕ вырăнтан мăнтарăн чăвашсен ирĕксĕрех йĕре-йĕре сывпуллашма тивет. Хăшĕ-пĕрисем хальхи Пĕчĕк Пелепей текен ял вырăнне, теприсем Пелепейрен 5-6 çухрăм хĕвел анăç енчи вăрман таврашне куçаççĕ. Ун чухне, паллах ĕнтĕ, Пелепей хула картне ларса çитеймен-ха, ял пек çеç шутланнă. 1757 çулхине администрациллĕ кĕнеке çине 70 кил-çуртлă хула пулса çырăнанçи пулнă. 1781 çулхине Кĕтерне патша указĕ тăрăх Ĕпхÿ наместничествин 92 кил-çуртлă уезд хули, 1796 çулхине Эрĕнпур кĕпĕрнин штат тулашĕнчи уезд хули шутланнă. 1825 çулхине тин Ĕпхÿ кĕпĕрнин уезд хули ятне панă. Пелепей хули пуçланса, унтан хуллен-хуллен аталанма тапраннă вăхăталла ку таврана чи малтан С.Т. Аксаков писатель аслашшĕ Степан Михайлович, ун хыççăн Осокин, Шихобалов, Шелканов тата ытти те килсе вырнаçни çинчен сăмах хушнă-ха эпир. Çав вăхăталлах пулмалла, Пелепей хулинче земство начальникĕ пулса ĕçленĕ Александр Иванович Бунин ятлă улпутăн аслашшĕ Сергей Бунин та куçса килнĕ. Пелепейĕн хĕвел анăç еннипе ытарма çук илемлĕ пуян çĕр-шыв лаптăкĕ пуçланать. Кунти вăрман Аслă шур вăрманĕпе çыхăннă. Тем чухлĕ çаран сарăлса выртать. Тыр-пул акмалли çĕрсем çинче кирек мĕнле тырă аксан та ăнса пулмалла. Ăçта пырсан та тăп-тăрă шывĕ шăнкăртатса юхать. Инçех те мар Ăх шывĕпе Ĕсен шывĕ, кăшт çурçĕр еннерех Кантра-кÿлĕ тĕрлĕ пулăпа тулнă. Çаксене курсан Сергей Бунин улпутăн куç-пуçĕ чарăлсах кайнă пулмалла. Ку таврана ытамласа илес ĕмĕтпе йăлтах хыпăнса ÿкнĕ. Пелепейрен хăваласа кăларнă чăвашсемех килсе вырнаçнă-çке. «Кусемпе мĕн тумалла-ши вара?» шухăшлать çĕнĕ пÿрт хыçĕнчи хĕвел ăшшине канма тухса ларнă улпут. Бунин тенĕрен, Иван Алексеевич Бунин - писатель, Пелепейри земство начальникĕ пулса ĕçленĕ Алексей Иванович Бунинпа тата унăн аслашшĕ - Сергей Бунин таврашĕнченех тухнă-ши? Ахăртнех, тухман та пулмалла. Мĕншĕн тесен Иван Алексеевич çыравçă пулнă, 1870 çулхине Воронеж хулинче çуралнăскер. Вăл 1953 çулхине Парижра вилнĕ. Пелепейĕнчи Сергей Бунинпа унăн земство начальникĕ пулса ĕçленĕ мăнукне Александр Ивановича пĕлекен ват çынсем пĕри те ăна ырламаççĕ. Вĕсем усал, çук çынсене шеллеменскерсем пулнă теççĕ. - Да-а…а ну-ка, постой, постой, - пăшăлтатать хăй тĕллĕн, улпут шур сухалне пĕркеленчĕклĕ пÿрнисемпе шăла-шăла, хĕвел анăç еннелле тинкерÿçĕн . - Не-ет, шалишь… вăл чăвашсем припущениксем те мар пулас-ха. Мар çав! Пушкăртсемпе договор тума та ерĕçеймен пулас. Кил картинче темĕн туса, ухтарса çÿрекен Вадим Зверев ятлă управляющине хăй патне чĕнсе илет. Вадим Зверев - сăн-пичĕпе сап-сарă, вăрăм сăмсаллăрах вăтам çултан иртнĕ çын. Вăл - усал, хресченсене шеллекен çын мар, хăйĕн пурлăхне сутса-ĕçсе, тăккаласа пĕтерсе çука юлнă улпут. Халĕ вăл Сергей патĕнче управляющи пулса ĕçлет. Хуçа хушнине яланах пурнăçлать. Халь ăна улпут чăвашсем пушкăртсемпе договор тунипе туманни çинчен паянах кайса, тĕплĕн пĕлсе килме хушать. Договорне тăвайман пулсан, чăвашсене вăл вырăнтан хăваласа ярасси çинчен те каласа ăнлантарать. Мĕн тăвас тетĕн? «Шывăн турачĕ, улпутăн чĕри çук» теççĕ çав. Зверев хăй çÿрекен лаши çине утланса ларать те малтанласа тÿрех Нагай пушкăрчĕсем патне вĕçтерет. Чăвашсем договор тума ерĕçейменнине пĕлет. Çав кунхинех хайхи чăвашсем патне те çитсе ÿкет. Чăвашсем ку вырăнтан урăх çĕрелле куçмашкăн тивĕçли çинчен те систерет. Лешсем, паллах, хирĕç. Епле хирĕçлемĕн? Пĕр енчен вĕсене Пелепейрен хăваласа кăларни те нумай пулмасть-ха. Тепĕр енчен ку питĕрех те ытармалла мар хитре вырăн. Кунти чăвашсенчен пуринчен ытла вăрăм Михалипе хулăм шăм-шаклă Ахма хытă кăшкăрашаççĕ. - Эпир пушкăртсемпе договор тума килĕшсе татăлнă. Договор тума ерĕçеймерĕмĕр çеç.Тырă акас вăхăт çитрĕ-иç. Мĕн тăвасси пур? Апла пулсан эпир договора ыранах кайса тăватпăр. Çĕршĕн 200 сум укçа-тенкĕ пама килĕшнĕ! Пĕлетĕн-и? Чÿпĕк пуç! - хăюллăнах кăшкăрса пăрахаççĕ çилленсе çитнĕ чăвашсем хайхи Зверева. - Вот оно што-о!... Ишь вы какие-е-е!... Так вы не хотите меня слушать?... Ладно, ладно… Посмотрим, - терĕ хайхискер, чăвашсем çине тискеррĕн пăха-пăха. Лашине çавăрчĕ те, аллине сулса, Пелепей еннелле вĕçтере пачĕ. Чăвашсем аптраса юлчĕç. Тепĕр кунхине ир-ирех хайхи Зверев тем пулнă пек васкаса Нагай пушкăрчĕсем патне вĕçтерет. Çав тери пÿтсĕрскер, чăвашсен умне пÿлсе, вĕсенчен ирттерсе, пушкăртсене вăл хайхи çĕршĕн икçĕр аллă сум укçа, виçĕ така, икĕ витре эрех лартса пама килĕшет. Пушкăрт пуянĕсем хĕпĕртесех ÿкеççĕ. Мĕн тăвасси пур ĕнтĕ? «Çăхан куçне çăхан сăхмасть» теççĕ. Çĕр хакне килĕшме мăкаричне ĕçнĕ хыççăн чее Зверев килнелле хĕпĕртесех вĕçтерет. Çул çинче хайхискерне Михали старикпе асапа Ахма кĕçех хирĕç пулаççĕ. Çĕршĕн пушкăртсене укçа-тенкĕ тÿлемешкĕн кайма кусем те тухнă иккен. - Стоп!... Эсир ăçта каятăр капла? - Çĕршĕн укçа тÿлеме! - Да? Укçа тÿлеме?... - Çапла, укçа тÿлеме!... - Нет уж, уже поздно. Тек вăхăтăра сая ярса ан та çÿрĕр! - Как? Мĕншĕн? Эпир çĕршĕн 200 сум тÿлеме тĕплĕнех калаçса татăлнă-çке? Мĕншĕн куç кĕретех суятăн?! - Çук, суймастăп. Эсир 200 сум. Эпир - 250 сум. Кун çумне 3 така, 2 витре эрех пама пултăмăр. - Суятăн, тискер кайăк! Суятăн, çĕлен!... Кĕççе пит! - тем пекех хыттăн кăшкăрчĕç икĕ кулава. Асапа Ахма йĕксĕк Зверев аллинчи тилхепине туртса илчĕ, ăна чышкă парасшăн хыттăнах ăнтăлчĕ, анчах йĕксĕк управляющи аллинчи пушшипе лашине шарт! тутарчĕ те, лаши ялт! сикрĕ малалла. Ахма тилхепине ярса илеймесĕрех тăрса юлчĕ. Чăвашсем калама çук хытă çилленсе, тарăхса юлчĕç. Тепĕр кунхине ĕç тата та хăрушăланчĕ. Хайхи Зверев вĕсем патне 6-7 страшникпе пырса çитрĕ. Чăвашсем çав тери хытă çилленнĕ пулин те хирĕç тапăнма хăяймарĕç. Çапах та страшниксем вĕсене хăвала-хăвала çурăлса каяс пек çилленсе çитрĕç пулин те, вырăнтан хускатаймарĕç. Нимĕн тăвайманран, хула еннелле ирĕксĕрех такăлтатрĕç. Çĕр каçнă хыççăн хайхи эсрелсем татах килсе çитрĕç. Хальхинче 6-7 страшник çеç мар, вун пиллĕкĕн. Вĕсем хĕç-пăшалĕсемпе хăрата-хăрата, чи малтан пуринчен хăюллă та хытă хирĕç тăракан чăвашсен пÿрт кăмакисене ише-ише тухрĕç. Мăнтарăн чăвашсене кула-кула, макăрта-макăрта хăвалаççĕ. Анчах…çапла 2-3 кун хушши хăвалаççĕ пулин те пурпĕрех хăпмаççĕ чăвашсем.Тăшмансене парăнас килменрен, ĕçе суда параççĕ.Чăвашсемшĕн сучĕ те усăллă пулса тухмасть… Юлашкинчен Эрĕнпурти хысна палати 15 чăваша Мелевĕспуç ялне, ыттисене урăх ялсене куçарма йышăнать. «Кантур ĕçне ĕçлекен - халăх юнне ĕçекен» тесе ахальтен каламан пуль çав ĕнтĕ. Хăйне кирлĕ таран йăвашрах чăвашсене улпут кунта, хăйсем вырнаçнă вырăнĕнчех, хăварать. Пурăна киле вĕсем йышлăланаççĕ. Вĕсенчен хутор пулса каять. Çав хутора халĕ те пулин Бунин хуторĕ тесе çÿретеççĕ. Çапла улпут-купцасем ку таврари çĕршыва çавăрса илсен, кунти вăрманшăн та канăçлă кун-çул пулмасть. Пĕр енчен ку хутортан 3-4 çухрăмра пысăк мăнастир лартаççĕ. Ăна Сергей Андрейчă мăнастирĕ тесе çÿретнĕ. Ăна тунă чух кунти вăрман мĕн чухлĕ çаралнине пĕлме çук. Тепĕр енчен хулари улпут-купцасем тĕрлĕ çурт-йĕр, лавкка-магазинсем кирлĕ пулнăран ним йĕркесĕр те тирпейсĕр каса-каса çаратнă. Çăткăнăн хырăмĕ тăранма пĕлмест, ăна çĕр шăтăкĕ çеç тăрантать. Мелевĕспуçне хăваласа янисен шутĕнче вăрăм Михалипе асапа Ахма, Иштирекпе унăн ывăлĕ Патирек, мăнтăр Макçăм, курпун Куртин, нăркки Кевришĕ, самăр Сахар тата ыттисем пулнă. Вĕсене Пелепейри чиновниксемпе купцасем, кусем хыççăн Бунин улпут çăтмахри пек илемлĕ çĕртен хуса ярса нушалантарни çитмест, вĕсем ирсĕр нушаран Мелевĕспуç ялне куçсан та хăтăлаймаççĕ. Мелевĕспуçне килсе унăн никĕсне хунисенчен чи пуяннисем - йĕрĕх Матуçпа Тимати старик - вĕсене йышăнасшăн пулман. Çавăншăн вĕсем ку çĕнĕрен килнисене курайман, ăçта кирлĕ çавăнта тапăнма тытăннă. Пĕррехинче çапла, çураки пĕтсе çитмен-ха. Ял çине каçхи тĕттĕм сарăлса килет. Çанталăк ăшă та тутлă ыйхă пек лăпкă. Урамра выльăх-чĕрлĕх сасси илтĕнмест. Унта-кунта ял йыттисен ÿркевлĕн вĕрнĕ сасси хăлхана кĕрет. Улăхри чĕвĕл-чĕвĕл вĕт кайăк-кĕшĕк илемлĕ юррисене юрлама чарăнман. Çирĕклĕхре пĕр пар чăпар куккук та хаваслăн ăмăртса авăтать. Ав, лере, çĕнĕ хапхапа юнашар пĕренесем çине вăрăм Михалипе Лариван тухса ларнă. Вĕсем иккĕшĕ те çамрăк çынсем мар ĕнтĕ, анчах иккĕшĕ те вăрăм та самаях çирĕп шăм-шаклă çынсем-ха. Михали, Бунин хуса янисенчен пĕри, йăваш чăваш. Вăл ырă камăллă Лариван кăмăлне те кайнă, çавăнпа вĕсем халь те ăшшăн та татуллăн шăкăлтатса калаçса, пурăнăç çăмхине сÿтсе лараççĕ. Кусем патнелле анаткас енчен, йÿççине самаях сыпнă, тайкалана-тайкалана йĕрĕх Матуçпа хăнчăр куçлă Тимати те пĕр сăмах чĕнмесĕрех пырса ларчĕç. Вĕсем Михалипе Лариванран кĕçĕн мар, тантăшсемех пулма тивĕçлĕ. Çÿç-сухалĕсем иккĕшĕн те шурала пуçланă. Часах кусем патне лутрарах кăна тепĕр кĕреçе сухаллă Иштирек старик те çитсе тăчĕ. Вăл пĕренесем çине пырса ларнă майăн: - Аван-и, стариксем? Ырлăх-сывлăх сунатăп, - тесе ăшшăн сăмах хушрĕ. - Аван-ха, Иштирек, аван. Ху мĕнле? - терĕç Михалипе Лариван та кăмăллăн. - Хуллен çеç çав ĕнтĕ, эпĕ те. Çÿлелле вĕçме çунатсем кĕскелсе килеççĕ çав, кĕскелсе килеççĕ. Кулленĕн ватăлса пыратпăр, - тесе хучĕ Иштирек. Те пĕр сăмах та чĕнменрен, Матуçпа Тимати çине те куç хывса илчĕ. Сăмах чĕнмесĕр чылай ларсан-ларсан, йĕрĕх Матуç куç шуррипе Михали çине чалăштарса пăхрĕ те: - Хм-м-м… эсĕ, Михали, итле-ха, - терĕ сиввĕн. - Ну, итлетĕп. Мĕн каласшăн вара? - Каласси-мĕнĕ…Сире эпир кунти çĕре пушкăртсенчен пин сум-талир укçа-тенкĕ парса илни çинчен миçе хутчен каларăмăр-ши ĕнтĕ! Миçе хутчен каласа ăнлантармарăмăр-ши! - Çапла, тĕрĕс. - Тĕрĕс пулсан… Эппин… эсир мĕншĕн вара пирĕн енчен ниепле килĕшÿ пулмасăрах ку яла килсе хĕсĕнтĕр? Мĕншĕн, тетĕп? - аялти тутипе кăвак сухалне сивĕ чирпе чирленĕ çын пекех чĕтретсе илчĕ Матуç. - Ак, тамаша! Эпир хамăр пуç тĕлесшĕн, ним сăлтавсăр килсе кĕмерĕмĕр-иç кунта? Кун çинчен эсир хăвăр та, Лариван та пит лайăхах пĕлетĕр. Пĕр сăлтавсăр мĕнле килсе кĕрен тет? Эпир Эрĕнпурти хысна палати çирĕплетсе панă саккунлă ĕç хучĕпе килсе кĕтĕмĕр. Ун çинчен сире эпир хамăр та пĕр хут çеç каласа ăнлантарман. - Ав, мĕнле. Илтрĕн-и, Тимати? - Илтрĕм-ха та, илтрĕм. Саккунлă ĕç хучĕ имĕш. Суять вăл! Вĕсем çĕр хакне лере те тÿлесе татман пулмалла. Улпутпа пушкăртсем çавăн пиркиех хăваласа янă пуль-ха вĕсене! Çитменне эпир пин сум укçа-тенкĕ тÿленĕ çĕре килсе кĕчĕç. Апла пулсан намăсăр ăçта, Михали? Намăсăра ăçта чиксе хутăр? - Тĕрĕс çав. Питĕ тĕрĕс! Эсир намăсăра, выç кашкăр пек, тахçанах хыпса çăтнă пулмалла! - хыттăнах кăшкăрчĕ йĕрĕх Матуç. Михали старикĕн куçĕ умне пурте сасартăках тухса тăчĕç: тÿре-шарасемпе купцасем вĕсене Пелепейрен мĕнле хăваласа кăларни, тискер Зверевпа улпут пÿрт кăмакисене страшниксене иштерттерсе хитре вырăнтан хăваласа яни, ун пирки асапа Ахмапа Михали Пелепейпе Эрĕнпура мĕн тери тарăха-тарăха çÿрени. Çитменнине тата, ак, ку çăткăн куштан пуянсем вырăнсăр кÿрентерни питĕрех те хытă ыраттарчĕ ун чĕрине. Çурăмĕ тăрăх сивĕ тар тумламĕсем йăпăр та япăр! чупкаласа илчĕç. Аллисем те ирĕксĕрех чăмăртанчĕç, сапăрлăх чĕлпĕрне çапах та аллинчен вĕçертмерĕ. - Юрать, - терĕ Михали йăвашшăн çеç, - сирĕн шухăшăрпа эпир намăса çăтнă çынсем имĕш.Тĕрĕс мар калаçатăр эсир, стариксем, тĕрĕс мар. Эпир çĕршĕн пушкăртсене лере те 200 сум тÿлемешкĕн калаçса татăлнăччĕ. Татах калатăп. Кунта эпир тÿресен йышăнĕвĕсĕр килмен. Эрĕнпур хысна палатин йышăнăвĕ пирĕн хамăр алăрах. Эппин эсир хăвăра-хăвăр ырă çын вырăнне шутлатăр пулсан, мĕншĕн пĕрчĕ вăтанмасăрах хăвăр та суймаллипех суятăр? Çĕршĕн эсир хăвăр та тÿлесе татман-çке-ха? Тÿлесе татманнине кирек кам та пĕлет. Апла пулсан тÿлесе татнă чух, пиртен мĕн чухлĕ тивĕçлĕ, çав хака эпир те пĕр сăмахсăрах тÿлĕпĕр, анчах сире мар, ăçта тивĕçлĕ - çавăнта. Кашкăр йăптăхне тăкать те, анчах çăткăнлăхне нихăçан та пăрахмасть! - тесе хучĕ Михали те тÿррĕнех. - Тю-тю-тю-у, ав, мĕнле-е! - кĕл пек шуралчĕ хайхи Матуç. - Тьфу-у! эсрел кĕлетки! Пире сирĕн вараланчăк укçăр кирлĕ мар! Çав укçăрпа ялтан çăва патнех сирпĕнсе кайăр! Çăва шăтăкнех! Тĕрĕс вĕт, Тимати? - Тĕрĕс ара, тĕрĕс пулмасăр! Чăн сăмахăн суйи ăçтан пултăр? Хăйсен пур пек çĕтĕк-çатăк ăпăр-тапăрĕсене тикĕтлемен ураписем çине тиеччĕр те, ăçтан килнĕ çавăнталла ÿпне-питнех çаврăнса кайччăр! Кун пек намăссăрсем ялтан тасални лайăхрах! - терĕ Тимати хаяррăн. Хăй Лариванпа Иштирек çине тилмĕрÿллĕн пăха-пăха илчĕ. Вĕсем унăн хутне кĕрессине ĕмĕтленчĕ пулас, анчах та лешсем пĕр сăмах та шарламарĕç. Те çакна курах та пулĕ, Матуç тата хытăрах тилĕрме тапранчĕ. - Ух! йĕксĕкскерсем! … Ух! Эсир… халех тасалнă пулăр пирĕн ялтан! Хăть х-халех! Илтетĕн-и, намăссăр кĕççе пит? Вон! Талуй пирĕн ялтан! Талу-уй! - кăшкăрчĕ Матуç, пырĕ çурăлса каяс пек хыттăн. Михали старик çине сиксех ÿкрĕ. Кăркка аçи пек хăлаçланса, шăкăр-шакăр шăмăллă чăмăрĕпе Михали кăкринчен пĕтĕм вăйĕпе килсе чышрĕ. Михали каялла сулăнса кайса, кăшт çеç йăванмарĕ. - А-а, эсир капла иккен-ха! Сире çын сапăрлă пулни те килĕшмерĕ пулас. Эппин кучченеç хире-хирĕç пулать-çке вăл, - терĕ йĕркеллĕн çеç. Кăштах каялла чакса, кинеттĕн малалла ыткăнчĕ те вирлĕ аллипе хайхискерне кÿсекпе чышнă пек чышрĕ. Йĕрĕх Матуç каялла çăмха пек сирпĕнчĕ. Лариванпа Иштирек çаплах шарламарĕç-ха. Матуçпа Тиматти ăна-кăна асăрхаса тăмарĕç, Михали çине урнă кашкăр пек сиксе ÿкрĕç. Иккĕш ик енчен эхлете-эхлете тÿпелеççĕ. Михали те парăнмарĕ. Лешсене тĕке-тĕке ярса, хăйне хăй хÿтĕлеме тăрăшрĕ. Çапах та иккĕн иккĕнех. Михалие шăп та шап! перкелеççĕ, чарăнма та пĕлмеççĕ. Иштирек хăть пĕр сăмах чĕнин. Лариван аптраса кайрĕ. Те пуянсен хутне кĕмелле унăн, те Михали хутне? - Ак, тамаша! - терĕ шăппăнрах Лариван, - Хăть эсĕ те пулин кала-ха, Иштирек, мĕн тăвар-ши ку ухмахсемпе? Унсăрăн… Иштирек Лариван çывăхнерех пычĕ те: - Ара-а-а, - пăшăлтатрĕ вăл, - мĕн каласси пур? Эсрел валли чун çитмен, пуян валли мул çитмен, теççĕ-çке. Вĕсем хăйсен çăткăнлăхне тем тусан та пăрахас çук, - тесе хучĕ. Лариван тулашакансем çине пăхса: - Эй! итлĕр-ха! Сире калатпăр.Тĕттĕм те пулчĕ. Сире çитет пуль ĕнтĕ ăсран тайăличченех йытă пек хархашма! Çитĕ, Матуç! Эсĕ ытлашшипех тилĕрсе çитрĕн пулас! Çитĕ тетĕп! Унсăрăн… - Мĕн унсăрăн? Мĕн унсăрăн? Сана мĕн çитмерĕ? Мĕн çитмерĕ тетĕп? Эсĕ çав, намăссăрсене ялтан хÿтерсе, кăларса ярас вырăнне, вĕсен хутне хăвах кĕретĕн иккен! Юрать. Вăт тупăнчĕ тепĕр йĕксĕк чÿпĕк пуç! Апла пулсан, эпир санăн ыйхуна та часах уçăпăр! - тесе кăшкăрчĕ хаяррăн. Ÿсĕр çыннăн турти ытла кĕске пулать çав. Лариван патне чупса-чупса пычĕ те, пуç капташкинчен шăп та шап! тутарчĕ. - Аха, ав мĕнле! Капла эсĕ хăвна ху улăп вырăннех хуратăн? Шăпах паттăрлантăн. Юрать эппин. Куçа хирĕç куç, чĕлхене хирĕç чĕлхе пултăр. Ырлăхпа чарăнмастăр пулсан, шырлăха та кĕрсе ÿкĕр. Филипп ВУКОЛОВ-ЭРЛИК. Малалли çитес номерте Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Ĕçе вырнаçнă чухнехи тата хăй вăхăчĕпе иртмелли медицина тĕрĕслевĕсен (медосмотрсен) çĕнĕ йĕркине çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн, врачсен бригади ӗҫ вырăнне хăй те килсе çитме пултарать. Ĕçе вырнаçнă чухнехи тата хăй вăхăчĕпе иртмелли медицина тĕрĕслевĕсен (медосмотрсен) çĕнĕ йĕркине çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн, врачсен бригади ӗҫ вырăнне хăй те килсе çитме пултарать. Патшалăх ӗҫ инспекцийӗн пресс-служби пӗлтернĕ тăрăх, çĕнĕ йĕрке 2021 ҫулхи апрель уйăхĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2027 ҫулхи апрелӗн 1-мĕшĕччен ĕçлĕ. Медицина тĕрĕслевĕ иртме панă направлени хучĕ çинче медицина страхованийӗн (ӑна электронлӑ майпа йӗркелеме пулать) полис номерне кӑтартмалла. Мобильлӗ медицина бригадин специалисчӗсене медорганизацисенче диагностика тӗпчевӗсем иртнӗ хыççăн çеç çынсене медицина тĕрĕслевĕ ирттерме ирĕк параççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: ĕçпе тивĕçтерекен (работодатель) йышӑнӑвӗ тӑрӑх, инкеклĕ лару-тӑру сиксе тухнă чухне палăртнă вăхăтра иртмелли медицина тӗрӗслевӗсене кăшт каярах хăварма юрать, анчах та ултӑ уйӑхран ытла мар. Надежда РОДИОНОВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Июнь уйăхĕн 27-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думи пĕрремĕш вулавĕнче ял çĕрĕнче пурăнакан хĕрарăмсен ĕç кунне кĕскетесси пирки «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин саккун проектне пĕр сасăллă пулса йышăннă. Документ ĕç вăхăчĕ эрнене 36 сехетрен ытла пулмалла маррине, ĕç укçи тулли эрне ĕçленĕ шайĕнчех юлмалли çинчен пĕлтерет. Çак пуçарулăха «Пĕрлĕхлĕ Раççей» депутачĕсен ушкăнĕ тăратнине Патшалăх Думин ĕç, социаллă политика тата ветерансен ĕçĕсен комитечĕн членĕ Светлана Бессараб пĕлтернĕ. - Ял çĕрĕнче 38 миллиона яхăн çын пурăнать. Вĕсенчен 20,3 миллионĕ хĕрарăмсемпе хĕр ачасем. Хĕрарăмсен лару-тăруне лайăхлатасси, ачасемшĕн тата амăшĕсемшĕн тăрăшасси пирки РСФСР Аслă Канашĕ 1990 çулта постановлени йышăннă, - пĕлтернĕ Светлана Бессараб. - Çак нормăсене Раççей Федерацин Ĕç кодексне те кĕртмелле. «Асăннă саккун проекчĕ çĕнĕ правасем хушса памасть, вĕсене хĕсĕрлессинчен çеç хÿтĕлет», - тенĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти ертÿçин пĕрремĕш çумĕ Андрей Исаев. «Саккун проекчĕ социаллă витĕмлĕ. Пушкăртстанра пурăкансенчен 38 процент ытла ял çĕрĕнче кун кунлать, çавăнпа та саккун чылай хĕрарăма пырса тивĕ. Эпир йышăнăва пĕтĕмпех ырлатпăр. Республикăра пурăнакансем те ăна кăмăллă йышăнĕç», - ăнлантарса панă Пушкăртстан Патшалăх Пухăвĕн сывлăх сыхлав, социаллă политика тата ветерансен ĕçĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Салават Харасов. #национальныепроекты; #нацпроекты; #региональныепроекты; #регпроекты; #нацпроектыБашкортостан Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
(калав) Çакă çутă тӗнчере мӗн пуррипе çуккине тӗпчекен институтра ӗçлекен Светлана Семеновна нумайранпа курман тантăшне лавккара тӗл пулчӗ. Айк­кинерех пăрăнса, вăтам çулсенчи икӗ хӗрарăм сăмах енчӗкне салтрӗ. - Çаплах ача çук-и сирӗн? - уйрăлас умӗн тенӗ пек ыйтрӗ лешӗ. - Мӗнле каламалла ӗнтӗ, Аня, - тачка кӗлеткине авкалама хăтланчӗ Семеновна.... (калав) Çакă çутă тӗнчере мӗн пуррипе çуккине тӗпчекен институтра ӗçлекен Светлана Семеновна нумайранпа курман тантăшне лавккара тӗл пулчӗ. Айк­кинерех пăрăнса, вăтам çулсенчи икӗ хӗрарăм сăмах енчӗкне салтрӗ. - Çаплах ача çук-и сирӗн? - уйрăлас умӗн тенӗ пек ыйтрӗ лешӗ. - Мӗнле каламалла ӗнтӗ, Аня, - тачка кӗлеткине авкалама хăтланчӗ Семеновна. Пӗр сăмахпа хуравламалли ыйту тантăшне çакăн пек йывăрлăха кӗртсе ӳкерессе кӗтмен Аня хăйне темле аван мар пек туйрӗ. - П-п-п-пӗр ача п-п-пур темелле, - ӗмӗрӗнче пӗрремӗш хут тытăнчăклăн калаçрӗ институт çынни, - анчах эп çуратман ăна... - Усрама илтӗр пуль? Халь чылайăшӗ çапла тăвать. - Ç-ç-çук упăшкам çуратрӗ. Яша. Хӗрарăм çуратайманнине кура-ши, ар таврашӗ çура тума тытăнчӗ ку чухне. - Тӗнчере пулманнине ан калаç-ха, - итлесе тăракан çук-и тесе, ун-кун пăхса илчӗ Аня. - Çапла, упăшкан ачи. Атя ман пата каяр. Унта калаçăпăр. Ар çурине те куран. Самантлăха хупăннă сăмах енчӗкӗ урамра каллех саланчӗ. - Аш-какай комбинатӗнчен мӗншӗн тухса кайрăн эс, Света? - Упăшка кăларттарчӗ. Пӗтӗм халăх умӗнче намăс кăтартрӗ мана. Кивçенре юлмарăм: хăйне те хваттертен мăкăрлантарса кăларса ятăм. - Çав тери лайăх ӗçрен мӗн тесе кă­ларттарчӗ-ши? - Вăл - тимӗр çын, робот текеннине, тă­вассипе ӗçлекен инженер-конструктор. Çирӗм çул ӗнтӗ килте те, ӗçӗнче те çав япалапа аташать. Хваттерте утса çӳреме май юлмарӗ: пралук та провода, лампăчкă та электрон, магнитофон та микрофон... Эрешмен карти пек. Халь хăтăлтăм. Вăт çав этем, ман упăшка пулнăскер, пирӗн комбинат валли ятарласах робот ăсталанă. Аш-какай шăршине йытă-кушакран та лайăхрах туять иккен. Смена вӗçленнӗ тӗле сăнаса пăхма вырнаçтарса лартнă. Проходной витӗр пурте çăмăллăн та вăрт-варт иртме тăрăшатпăр-ха. Эп те яланхиллех ярлаттарса утса пыраттăм, темскер шалт! турӗ те, тимӗр алă хулран ячӗ те тытрӗ. Овчарка йытă пек. Айккинчен пăхсан - тимӗр çын! Кăкăрӗ тӗлӗнче хӗрлӗ тăваткал çине «Вăрă» сăмах та çырăнса тăнă. Çитменнине, хăрушла сасă кăларать, сехрене хăпартать. Кило та икçӗр грамм тӗтӗмленӗ кăлпасси кăларса илчӗç хӗвӗмрен. Штраф та тӳлеттерчӗç, ӗçрен тапрӗç. Ман евӗр шар куракансем чылайăн пулчӗç çав кӗтмен кун. Яшăна пысăк преми панă терӗç. - Кунта упăшкун айăпӗ çук ӗнтӗ, вăл ярса тытман-çке сана, - тин сăмах хуш­рӗ Аня. - Как çук! Мӗнле çук пултăр! - сăмах тилхепине каллех ярса илчӗ Светлана Семеновна. - Вăл эп хăш сменăра ӗçленине пӗлнӗ, систермелле пулнă... Çав тимӗр хуралçă эрех-сăра шăршине те чухлать. Кӗрекенсене тӗрӗслеме ун программине анчах кăшт-кашт улăштараççӗ, тет. Эрех сыпнă çын пӗр метра çывхарсан, пушар машини пек çухăрма пуçлать. Мӗн чухлӗ çын ылханмасть пуль ăна, Яшăна. Кала, мӗн тума «çуратмалла» пулнă-ха унăн çавнашкал хăрушă «çурана»? Алăк уçăлсанах хваттерте малтан темскер хуллен чалтлатрӗ, самантран хăна хăлхине чун-чӗрене ачашлакан кӗвӗ çитсе кӗчӗ. - Акă мӗнлерех кӗтсе илет мана «ывăл», - илемлӗн кулчӗ кил хуçи, кӗтесре тăракан «ачине» тимӗр пуçӗнчен шăл­каласа. - Ну, Яшенька, кăтарт-ха пултарулăхна, - хăй çавăнтах тӗрлӗ тӗслӗ çаврашкасем çине майӗпен пускаласа тухрӗ. Роботăн симӗс, хӗрлӗ куçӗсем çунма пуçларӗç, вара вăл вырăнтан пӗр сасăсăр тапранчӗ, кухньăна кӗрсе çухалчӗ. - Пурне те пултарать, - мухтанма тытăнчӗ хӗрарăм, - апат хатӗрлет, кавирсене тасатать, чечексене шăварать... Ваннăйра çурăма та çуса ярать... Хе-хе-хе... Çирӗм тӗрлӗ программăпа ӗçлет. - Ăçтан туяннă вара куна? - Каларăм-çке: Яша çуратрӗ. Çав ăсталарӗ, эппин. Çирӗм çул хăтланчӗ. Пӗтӗм ӗç укçине уншăн тăкрӗ, хăй çанни вӗçӗсем сӳсленнӗ костюмпа çӳрерӗ. Ăна пурпӗрех Яшăна парса ямарăм. Хамăн тарçă туса хутăм. Мӗн тума кирлӗ мана халь тин упăшка текен шеремет, кун пек робот-тарçă пур çинче? Çапла мар-и? Çак вăхăтра «ар çури» сӗтел çине тимӗр ывăспа вӗри икерчӗпе кофе пырса лартрӗ, апат тутлă пултăр тенӗ пек, пуçне пӗксе илчӗ, вара каялла хăйӗн вырăнне кайса тăчӗ. - Мӗн ятлă ку робот? - Яша. Упăшка хăйӗн ятне панă. Хăй ăна Яша-2, тет. Пӗччен те аптрамастăп. Ман кӗлеткене кăмăллакан арçынсем те çук мар. Хамăр институтрах пур. Малашне «тарçа» ун ятне паратăп. Яшăн ячӗ çӗр­тӗр хваттерте. Урăх ан калам, ан илтем вăл ята. Хӗрарăм чунӗ ан куртăрччӗ вăл тек-тек. Тимӗртен тутăр хăйне валли арăм. Идиот последний! Çак сăмахсем хыççăн кил хуçи робот патне пычӗ, симӗс тӳме çине пусрӗ, калаçма пуçларӗ: - Малашне эсӗ Яшенька мар, Мефоди пулатăн. Мефоди! Мефоди! Халӗ, Мефоди, сӗтел çине пуçтаратăн. Роботăн симӗс куçӗ сӳнчӗ, хӗрли вара, кӳрентернӗ ачанни пек, мăч-мăч турӗ. - Мӗн терӗм эп, Мефоди! - сассине ытларах хăпартрӗ хӗрарăм. Хӗрлӗ çаврашка тата хăвăртрах мӗлтлетме тапратрӗ, таçтан шалтан ӗсӗкленӗ чухнехи пек сасă илтӗнме пуçларӗ. - Кутăнлашса тăратăн-и? - хӗрлӗ кăшман пек чăмăрӗпе робота пуçӗнчен шанн! тутарчӗ Семеновна. Унччен те пулмарӗ, темскер хыттăн шалт-шалт! турӗ, хӗрарăм тимӗр çыннăн тимӗр ытамне çакланчӗ. - Вӗлерет, Аня! Пулăш! Шăнкăравла Яша патне! Арăму вилет, сана тем каласа хăварасшăн... Çук, апла ан кала. Эпӗ вилсен те килес çук вăл. «Яшăн проводисем çунма пуçларӗç, мӗн тумалла?» - те... Ай, хӗстерет, сывлама памасть... Аня телефон патне ыткăнчӗ. Хурçă тыткăнри тачка кӗлетке пăркаланаймасть: тимӗр алăсенче шăнăр çук, тăсăлмаççӗ вӗсем... Темле майпа, тем самантра çитнӗ инженер алăк урлă каçсан тăн çавăрчӗ, мӗн пулса иртнине курнă хыççăн диван çине йывăррăн ларчӗ. - Пурте йӗркеллех иккен-ха, пӗтӗмпех программа тăрăх, - тарлă çамкине шăлчӗ вăл. - Çак саманта кӗтнӗ эп. Кӳрентернӗ Яшăна. Унăн словарӗнче çук сăмахсем каласа пӗтернӗ. Пуçӗнчен çапнă. Ку - чи пысăк «çылăх». Хăйне хисепленипе кӳрентернине туйса ӗçлемелли программа парса хăварнă эп ăна. Ман пирки усал калаçнине те веçех шута илет вăл. Шута илет те ак çапла килсе хӗстерет те. Маттур, Яшенька! - Вӗçерт тархасшăн, ирӗке яр мана, - йăлăнмах тытăнчӗ Светлана. - Малтан Яшенька сăмахне итлер-ха. Пленка çине мӗн-мӗн çырса илнӗ вăл. Унтан шутласа пăхмалла пулӗ: вӗçертмелле-и, пăртак хӗскӗчре тытса типӗтмелле-и? - Эпӗ каям-ха, - ура çине тăчӗ Аня, темле инкеке çакланасран хăранă пек ун-кун пăхкаласа. - Ырă каç пултăр. Хăвăрăнне хăвăр пӗлӗр ӗнтӗ. Ай-яй, лайăх çура тунă эс, Яша! - мухтама пӗртте именмерӗ хăнана йăпăртлăха кӗнӗ çын. - Аха, аха, пирешкел чурăс арăмсем валли кунашкал çурасем те кирлӗ иккен-ха...
Район пуçлăхӗсен малашне укçана унта та кунта тӗллевсӗр тустарас йăлана пăрахмах тивет, хăйсен кăна та мар, мăшăрӗпе çул çитмен ачисен те. Мӗншӗн тесен коррупцие хирӗç кӗрешмелли указа декабрӗн 2-мӗшӗнче çӗнӗлӗхсем кӗртнипе килӗшӳллӗн, вӗсен тăкакӗсене республика ертӳçи хăй тӗрӗслесе тăма тытăнать. Çапла вара маларах президент ТР Пемьер-министрӗпе Президент Аппарачӗн ертӳçин çемье... ❮ ❯ Район пуçлăхӗсен малашне укçана унта та кунта тӗллевсӗр тустарас йăлана пăрахмах тивет, хăйсен кăна та мар, мăшăрӗпе çул çитмен ачисен те. Мӗншӗн тесен коррупцие хирӗç кӗрешмелли указа декабрӗн 2-мӗшӗнче çӗнӗлӗхсем кӗртнипе килӗшӳллӗн, вӗсен тăкакӗсене республика ертӳçи хăй тӗрӗслесе тăма тытăнать. Çапла вара маларах президент ТР Пемьер-министрӗпе Президент Аппарачӗн ертӳçин çемье бюджечӗсен «дебет-кредитне» кăна тӗрӗсленӗ пулсан, малашне ку списока муниципаллă служащисемпе администраци пуçлăхӗсем те кӗрӗç. Çак мерăн тӗллевӗ - чиновниксен тупăшӗпе расхучӗ çинчен сведенисен тӗрӗслӗхне тӗрӗслесси. Енчен те ку сведенисенчи даннăйсем иккӗлентерсен, ТР Президенчӗ хушнипе тӗрӗслев ирттерме те ирӗк пур. Республика ертӳçи тата Президент Аппарачӗн ертӳçи даннăйсене уçăмлатас шутпа федераллă, патшалăх тата муниципаллă власть органӗсене е ытти ятарлă организацисене запрос яма та пултараççӗ.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçи...Çак хăрушă страница пирĕн халăхăн историйĕнче тарăн йĕр хăварнă. Вăл‚ чăн та‚ чи хăрушă вăрçă пулнă. Хаяр та тискер тапхăр кашни çемьене пырса кĕнĕ, чун-чĕрене çÿçентерсе чÿречерен шакканă‚ темиçе миллион çын пурнăçне татнă. Мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе пуç хунисене эпир яланах асра тытăпăр. Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине халалласа Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕн модельлĕ вулавăшĕнче «Çĕнтерĕвĕ, салют!» сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Асăннă мероприяти пирĕн ачасем пултаруллă пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Унта 2-3 класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вĕсем сăвва илемлĕ вуласа пама пĕлнине‚ авторăн кăмăл-сипетне тата актер ăсталăхне кăтартса пама тăрăшрĕç. Ачасен пултарулăхне компетентлă жюри членĕсем – З.П. Георгиевапа Л.А. Хабирова – хак пачĕç. Сăвă вулакансен конкурсĕнче К.Симоновăн‚ С.Маршакăн‚ Г.Рублевăн‚ Ю.Друнинан‚ С.Кадошниковăн‚ А.Твардовскин тата ытти паллă поэтсен сăввисем янăрарĕç. Суйласа илнĕ произведенисенче конкурсантсем хăйсен шухăшĕсемпе туйăмĕсене те палăртма тăрăшрĕç. Кашни сăвă хăйне евĕрлĕ янăрарĕ. Çав вăхăтрах вăл асра та юлчĕ. Конкурса хутшăнакансене пурне те парнесемпе хавхалантарчĕç. Малти вырăнсене вара К.Тихонова‚ А.Халилова‚ А.Абдуллина‚ М.Быков тата К.Яппарова йышăнчĕç. Эпир конкурсантсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене‚ И.В. Волковапа О.Ю. Исмагилова вĕрентекенсене тав сăмахĕ калатпăр. Ачасем çакăн йышши мероприятисене хутшăнса мирлĕ пурнăçа хаклама вĕренессине шанас килет. Разиля НИКИФИРОВА. Шаран районĕ‚ Тÿртÿллĕ ялĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Авăркас тăрăхĕнчи Ташлăкÿл ялĕ çумĕнчи Утаркуль паççулккинче пурăнакан хаклă та юратнă мăшăра, аттене, ырă кăмăллă кукаçине, мăн кукаçине Андрей Семенович ВАСИЛЬЕВА 85 çулхи юбилей ячĕпе! Çывăх çыннăмăра чун-чĕререн юратса çуралнă кун ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Аттеçĕм, ырă тĕслĕх пулса пире пăхса ÿстернĕшĕн, ăслă-тăнлă çын туса пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утса пыма халалласа пынăшăн тайма пуç сана. Çирĕп сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ пул. Сăн-питÿ ялан савăнăçпа ялкăштăр. Çĕр çинчи мĕнпур таси, ырри, телей кÿрекенни санпа пĕр çулпа уттăр. Аннепе иксĕр малашне те пирĕншĕн мăшăр çунат пулса кил ăшшине тытса пурăнăр. Пире яланхиллех алăк уçса кĕтсе илĕр, хăвăр утарти техĕмлĕ пылпа сăйлăр. Малашне те пирте ачалăх туйăмĕ ан сÿнтĕр, ĕмĕр сукмакĕ такăр та вăрăм пултăр! Юратса та хисеплесе - мăшăрĕ, хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, мăнукĕсем тата кĕçĕн мăнукĕсем. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Февраль уйăхĕн 13-15-мĕшĕсенче республикăри икĕ чăваш обществăлла организацийĕн делегацийĕ – ПР чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕ тата Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕ – Чăваш Енре пулнă. Шупашкара делегаци Пушкăртстанри чăвашсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Федор Кузьмин (делегаци ертÿçи) тата Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн пуçлăхĕ Людмила Мурманская йĕркеленипе çитнĕ. Унăн йышне предпринимательсем‚ вĕрентÿ тата культура сферинче ĕçлекенсем‚ ПР чăвашсен Канашĕн районти уйрăмĕсен ертÿçисем кĕнĕ. Тĕлпулу программине Пушкăртстан Республикипе Чăваш Республики хушшинче тунă Килĕшÿ тăрăх малашлăхра пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлессипе çыхăннă ыйтусене кĕртнĕ. Палăртнă ыйтусене пăхса тухас тĕллевпе Чăваш наци конгресĕнче‚ ЧР Правительство çуртĕнче‚ Суту-илÿпе промышленность палатинче‚ Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствинче‚ Культурăпа наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствинче‚ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче тĕлпулусем иртнĕ. Ĕçлĕ тĕлпулусенчи чи çивĕч те кăткăс ыйтусенчен пĕрне – вĕрентÿ‚ чăваш шкулĕсене кĕнекесемпе тата вĕрентÿ пособийĕсемпе тивĕçтерессине – тимлĕн пăхса тухнă. Чăваш Енĕн Вĕрентÿ министерствин шкулсемпе ĕçлекен уйрăмĕн ертÿçи Антон Ширшов пĕлтернĕ тăрăх‚ Чăваш кĕнеке издательствинче яланах кирек хăш кĕнеке те‚ вĕрентÿ пособийĕ те пур. Вăл вĕрентекенсене çакна асăрхаттарнă: кĕçĕн классенче чăваш чĕлхипе вĕрентмелли пур вĕрентÿпе методика комплексне федераци шайĕнче çирĕплетнĕ. Саккăрмĕш класа çитиччен кĕнекесене çĕнетсе лайăхлатнă‚ 9-мĕш класс кĕнекисене хатĕрлес ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Кĕнекесемпе вĕрентÿ пособийĕсене туянассипе çыхăннă ыйтусене шкулсенче хăйсенче тата муниципаллă пĕрлĕхсен (районсемпе хуласен) администрацийĕсенче пăхса тухмалла. Юлашкисем кăларăмсене туянма укçа-тенкĕ уйăрса памалла. Вĕрентÿ процесĕнче кирлĕ кĕнекесем пулманнишĕн шкул администрацийĕсем‚ вĕрентÿ уйрăмĕсем тата район администрацийĕсем яваплă. Çавăн пекех тĕлпулу вăхăтĕнче бизнеспа туризм тата культура ыйтăвĕсене çĕкленĕ. Çак ыйтусене сÿтсе явма виççĕмĕш кунхине Пушкăртстан делегацийĕ ятарласа ЧР Культура министерствине çитнĕ. Хăнасене министрăн пĕрремĕш çумĕ Елена Чернова, этноконфесси уйрăмĕпе ĕçлекен, професси шайĕнчи искусствăн тата халăх пултарулăх пайĕсен ертÿçисем Кирилл Павловпа Инна Ильина тата ытти специалистсем кĕтсе илнĕ. „Культура аталанăвĕн нумай кăткăс ыйтăвĕсене сÿтсе явнă май, чи çивĕч проблема вăл - Шупашкартан килекен чăваш артисчĕсен регионсенчи гастролĕсене çĕнĕлле йĕркелесси (оптимизация)”, - тесе пĕлтернĕ хăйĕн докладĕнче „Самана” продюсер центрĕн ертÿçи Ф.Кузьмин. Хальхи вăхăтра Пушкăртстана шутсăр нумай артистсем килсе çÿреççĕ. Чăнах та, вĕсен концерчĕсене вара кам кăна йĕркелемест-ши? Хăйсем тĕллĕн килсе çитнисем те чылай. Делегаци ертÿçи пĕр-пĕр хулара е ялта уйăхра 3-4 концерт пулса иртекен чăваш концерчĕсен пахалăхĕ те çÿлти шайра пулманнине пĕлтернĕ. Професси шайĕнче ĕçлекен пултарулăх ушкăнĕсем сайра килни те куç кĕретех. Министрăн пĕрремĕш çумĕ çак проблемăсене малашне те уйрăм тĕлпулусенче сÿтсе явма шантарнă. Чăваш наци конгресĕнчи «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕн членĕсемпе те тухăçлă тĕлпулу иртнĕ. Комитет членĕсем (унта Чăваш Енри паллă хĕрарăмсем кĕреççĕ) Пушкăртстан Республикинче чăвашсен Канашĕ çумĕнче йĕркеленĕ «Сарпике» республикăри чăваш хĕрарăмĕсен тата «Салампи» Ĕпхÿ хулинчи чăваш хĕрарăмĕсен Канашĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе питĕ кăсăкланнă‚ малашне пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлеме шут тытнă. Пирĕн делегацишĕн Туслăх çуртĕнче Пушкăртстан çĕрĕнчен тухнă ентешсемпе тĕл пулни те чылайччен асра юлнă. Хуçасем хăнасене анлă культура программи сĕннĕ: Шуршăл ялĕнче вырнаçнă Космонавтика музейне кайса курнă‚ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Сарпике» балет пăхса киленнĕ. Сăмах май, делегаци ертÿçисем çак питĕ пысăк туйăмлă, чун-чĕрене тыткăна илекен балета октябрь уйăхĕнче Пушкăртстанри чăвашсем патне те илсе çитересси пирки калаçса татăлнă. Ĕçлĕ визит вĕçĕнче Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров делегаци ертÿçисене Федор Кузьминпа Людмила Мурманскаяна чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене анлă сарас тата культурăпа искусствăна сыхласа хăварас, аталантарас ĕçре вăй хунăшăн, Чăваш наци конгресĕпе тачă çыхăну тытнăшăн Тав хучĕсем парса чысланă. Делегаци членĕсем вара Пушкăртстан Республикинчи Туслăх çурчĕн директорне А.А.Ибрагимова Шупашкар хулине кайса килме пулăшу панăшăн тав тăваççĕ. Николай ИГНАТЬЕВ. Ĕпхÿ - Шупашкар. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Пушкăртстанра ĕçлеме пултаракан, экономикăна аталантарас ĕçре вăй хуракан çынсен шучĕ, 15 çултан пуçласа аслăрах ÿсĕмрисем, сентябрь-ноябрь уйăхĕсенче чакни палăрать. Республикăри статистика комитечĕ суйласа илсе ирттернĕ тĕпчев кăтартăвĕсем тăрăх вăл 1,925 млн çынпа танлашать. Пушкăртстанра ĕçлеме пултаракан, экономикăна аталантарас ĕçре вăй хуракан çынсен шучĕ, 15 çултан пуçласа аслăрах ÿсĕмрисем, сентябрь-ноябрь уйăхĕсенче чакни палăрать. Республикăри статистика комитечĕ суйласа илсе ирттернĕ тĕпчев кăтартăвĕсем тăрăх вăл 1,925 млн çынпа танлашать. 1,925 млн çынран 1,801 миллионĕ экономикăра вăй хурать, 124 пинĕшĕ ĕçсĕррисен шутне лекнĕ. Раççейре пĕлтĕрхи сентябрь-ноябрь уйăхĕсенче ĕçлекен 72,202 млн çынна шута илнĕ. Вĕсенчен 14,716 миллионĕ Атăлçи федераллă округа кĕреççĕ. Пушкăртстанра сентябрь-декабрь уйăхĕсенче пĕтĕмĕшле ĕçсĕррисен шайĕ 6,4 % чакнă. - 2020 çулхи декабрь уйăхĕн вĕçне республикăри ĕçпе тивĕçтерекен службăра 108,3 пин ĕçсĕр çынна шута илнĕ. Официаллă регистраци иртнисем кăшт сахалрах - 106,5 пин çын. Вĕсенчен ĕçсĕр юлнисем категорие лекнисен 50,4 пин Раççей гражданинĕ укçа-тенкĕ пособине илет. Регистраци иртнĕ ĕçсĕррисен шайĕ, ĕçлекенсемпе танлаштарсан, 5,6 % пулать, - тесе пĕтĕмлетнĕ Пушкăртстанри статистика комитетĕнче. Юрий МИХАЙЛОВ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Лайăш районӗнче пурăнакан пирӗн штатра тăман авторăмăр Альберт Миронович Кольцов ӗмӗрӗпех сывă пурнăç йӗркине тытса пырать. Спортпа ача чухнех туслашнăскер, халӗ те çулла çуран, хӗлле йӗлтӗрпе вăрăм дистанцисене ним мар чупать. Ыттисемпе тупăшма та хавас. «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăртăва хутшăнмасăр пӗр çул та юлмасть вăл. Февралӗн 18-мӗшӗнче Лайăш районӗн «Раççей... ❮ ❯ Лайăш районӗнче пурăнакан пирӗн штатра тăман авторăмăр Альберт Миронович Кольцов ӗмӗрӗпех сывă пурнăç йӗркине тытса пырать. Спортпа ача чухнех туслашнăскер, халӗ те çулла çуран, хӗлле йӗлтӗрпе вăрăм дистанцисене ним мар чупать. Ыттисемпе тупăшма та хавас. «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăртăва хутшăнмасăр пӗр çул та юлмасть вăл. Февралӗн 18-мӗшӗнче Лайăш районӗн «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăртăвӗнче те финиша пӗрремӗш çитнӗ. Сăмах май, вăл ку ăмăртура акă ӗнтӗ миçемӗш çул пьедесталăн чи çӳллӗ картлашки çинчен анмасть. - Кăçал чупма йывăртарах пул­чӗ. Дистанци вăрăмăшӗ кӗс­кеччӗ, - терӗ вăл кăçалхи ăмăрту çинчен çурма шӳтлӗн. 78-па пыраканшăн виçӗ çухрăм çителӗклӗ пек туйăнать-ха, çитменнине унпа пӗрле чылай çам­рăкраххисем (55 çултан пуç­ласа) ăмăртнă, анчах Альберт Мироновичшăн мар. Вăл чылай вăрăмрах дистанцисене парăнтарма хăнăхнă. Сăмах май, унăн çӗнте­рӗ­вӗн вăрттăнлăхӗ мӗнрине пӗ­летӗр-и? Ăмăрту номерӗнче. Альберт Миронович кашнинче хăй миçерине кура çав номере суйлать. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, ăмăртура 77-мӗш номерлӗччӗ вăл, кăçал вара 78-мӗш. Куратăр ӗнтӗ, хальхинче те спортсмена шалти сисӗмӗ улталаман. Хăйӗн ӳсӗм çулӗнчи спорт­сменсенчен финиша пӗрре­мӗш çитнӗ Альберт Мироновича район администраци пуç­лăхӗ саламласа Хисеп хучӗ па­нă тата асăнмалăх парне - пароварка парнеленӗ. Ентешӗмӗре çӗнтерӳпе эпир те хӗрӳллӗн саламлатпăр, малашне те çакăн пекех вашаватлă пулса ăмăртусенче çӗнтерме вăй-хал сунатпăр.
БСТ телеканал «Пĕрремĕш республика» фильма пуçласа кăтартать. Кинокурава Пушкăртстанăн 100 çулне халалланă.Сентябрьте Булат Юсуповăн кинокартини Пĕтĕм тĕнчери SKEY-CINEMA кинофестивальте çĕнтернĕ. Жюри пĕр саслă пулса «Пĕрремĕш республика» фильма «Тулли метражлă чи лайăх фильм» тесе йышăннă. «Иккĕмĕш планри чи лайăх хĕрарăм ролĕ» çĕнтерÿçĕ дипломне М. Карим ячĕллĕ Çамрăксен Наци театрĕн артистки Лилия Искужина Хадия Давлетшинан рольне вылянăшăн тивĕçнĕ. Фильм премьери мартăн 16-мĕшĕнче иртнĕ. Ăна хулан истори центрĕнче ÿкернĕ: Совет площадĕнче, опера театрĕнче, филармони çуртĕнче. Кинокартина премьери Раççейре кăна мар, Турцинче, СШАра, Казахстанра иртнĕ, Швейцаринче кăтартма планлаççĕ. Картина Пушкăртстанăн Совет Раççейĕн йышĕнчи малтанхи çулĕсем çинчен каласа парать. Ун чухне республика вăйлă аталаннă, анчах Кирова кĕтмен çĕртен вĕлернĕ хыççăн республикăра репрессисем пуçланнă. «Пĕрремĕш республика» фильма октябрĕн 11-мĕшĕнче 19 сехетре БСТ каналпа пăхăр. Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнукерчĕк. «Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
(Ирина Кузьмина). Пăва районӗн чăвашӗсем хӗрӳ ӗçе пăхмасăр спорт валли те вăхăт тупаççӗ. Иртнӗ вырсарникун, августăн 20-мӗшӗнче, Мăкăр ялӗнче аслисем хушшинче ял кубокӗшӗн футбол турнирӗ иртнӗ. Вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Петрович Носов пӗлтернӗ тăрăх, унта Пăва хулинчен, Рункăпа Мăкăртан, Тăхăрьял сборнăйӗ тата кӳршӗллӗ Чăваш Енри Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпапа... ❮ ❯ (Ирина Кузьмина). Пăва районӗн чăвашӗсем хӗрӳ ӗçе пăхмасăр спорт валли те вăхăт тупаççӗ. Иртнӗ вырсарникун, августăн 20-мӗшӗнче, Мăкăр ялӗнче аслисем хушшинче ял кубокӗшӗн футбол турнирӗ иртнӗ. Вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Петрович Носов пӗлтернӗ тăрăх, унта Пăва хулинчен, Рункăпа Мăкăртан, Тăхăрьял сборнăйӗ тата кӳршӗллӗ Чăваш Енри Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпапа Тимешрен пурӗ 6 команда хутшăннă. Темиçе сехете тăсăлнă турнир хальхинче те çăмăл иртмен, мӗншӗн тесен кунта кашни команда кубок çӗнсе илес тӗллевпе килнӗ вӗт. Ăмăрту хӗрӳ иртнине пăхмасăр вăйли палăрнах. Вăл - Рунка команди, шăпах çавăнта ăсаннă та турнир кубокӗ. Сăмах май, Мăкăр ялӗнчи футбол турнирне йӗркелесси темиçе çул йăлара, чăн та, ăна малтан Чечня вăрçинче пуç хунă ял çамрăкне Александр Абдурахимова асăнса ун ячӗпе ирттернӗ-ха. Çемйисем ыйтнипе кăçал вара турнирăн ятне улăштарма тивнӗ. Апла пулин те йӗркелӳçӗсем (вырăнти ял хутлăхӗн администрацийӗ тата шкулта физкультура вӗрентекенсем П. Ляукинпа А.Орлов) çак спорт уявне хăйсен çамăрăк ентешнех халалланине каларӗç. Шел, хальхинче мăкăрсене питех ăнман, турнирта вӗсем виççӗмӗш вырăн кăна йышăннă.
Çулсем иртнĕçем кашни çыннăн пурнăç опычĕ пухăнать, кашни хăй çĕр çинче мĕншĕн пурăнни пирки шухăшлать. Вăй-хал тата хавхалану çуралса ÿснĕ вырăнсем параççĕ. — Атте-анне ялан калатчĕç, тăван çĕре ан ман, ан пăрах тесе, çавна асра тытса кашни çул вăхăт тупса хамăн тăван Степановкăна килсе кайма тăрăшатăп, — тет кăçал 55 çул тултарнă Уфара пурăнакан Пантелей Павлов. — Кунта эпĕ виçе класс пĕтернĕ, вара Слакпуçне юлташсемпе шкула кашни кун унта пилĕк çухрăм, унтан пилĕк çухрăм утнă. Степановкăра ун чухне лайăх хуçалăхлă 65 килĕ пулнă. 1922 çултанпа вăл Пишпÿлек районне кĕнĕ Слакпуç ял Совечĕн йышĕнче пулнă, 1957 çултан Хушăлка ял Советне кĕнĕ. Пишпÿлекри историпе этнографи музейĕн даннайĕсем тăрăх, 1959 çулта Степановкăра 110 çын пурăннă. Куйбышев чукун çулĕ çывăх пулнăран ял çыннисенчен чылайăшĕ путеец пулнă. Пантелей ашшĕ Виталий Георгиевич вăтăр çул ытла чукун çул çинче ĕçленĕ. Амашĕ Галина Михайловна Хушăлка ял Советĕнче вăй хунă. Çемьере пилĕк ача пулнă, пурте аслă пĕлÿ илнĕ. — Вăтам шкул пĕтерсен электричка çине лартăм та хулана авиаци институтне вĕренме кĕме çул тытрăм. Анчах пĕр балл çитмерĕ, — аса илет Пантелей Витальевич. — Киле таврăнма намăс, 50-мĕш техника училищине документсене патăм. Компрессорсемпе насус машинистне вĕренме пуçларăм. Каярахпа пурпĕр авиаци институтне каçхи уйрăма вĕренме кĕтĕм. Кăнтăрла Уфари «Синтезспирт» заводра ĕçлеттĕм. Цех комсоргĕ пултăм.. Пантелей Павлов Байконур космодромра служба иртнĕ. — Икĕ çул инженер чаçĕнче компрессорщиксен отделенийĕн командирĕ пултăм. Эпир «Буран» и «Энергия» ракетăсене ямалли площадка тунă çĕрте ĕçлекен техникăна тивĕçтереттĕмĕр. Ракетăсем янине те темиçе хут сăнанă. Нимпе танлаштарайми пулăм! Байконкур тюльпанĕсем хаман та куç умĕнче… Çар хыççăн Пантелей Павлов завода таврăннă. Пушкăрт патшалăх университечĕн истори факультетне вĕренме кĕнĕ. Паллă пушкăрт профессор-этнографĕ Рим Янгузин патĕнче вĕреннĕ. Рим Заниевич ертсе пынипе тăрăшуллă студент «Заселение чувашами башкирских земель в XVII-XVIII веках» диплом ĕçне «питĕ лайăх» палла хÿтĕлет. Ялсем пулса кайнин историйĕ, вĕсен ячĕсем, этнографи проблемисем, паллă ентешсен шăпи ăна халĕ те интереслентерет. Юстици полковникĕ Пантелей Витальевич Уфари Киров районĕнчи следстви уйрăмĕн следователĕнче вăй хунă. Халĕ Раççей МВД Пушкăртстан Республикинчи Тĕп следстви управленийĕнче тăрăшать. Этнографи — халăхсем пулса кайни çинчен наука — унăн хобби. Степановкăра ашшĕн çурчĕ ларать, унта вăл пулма кăмăллать. — Ялта халĕ 11 çуртра 26 çын пурăнать. Степановка ялĕ мĕнле пулса кайни, унăн кун-çулĕ, çыннисем çинчен кĕнеке çырас килет. Ачасем, мăнуксем тата пулас ăрусем пĕлччĕр, — паллаштарать хайĕн ĕмĕчĕпе Пантелей Витальевич. Владимир СМОЛОВ. Сăнÿкерчĕкĕ: авторăн. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ панă чухне 100 балл пухнă выпускниксене тата олимпиадăсен призерĕсене 30 пин тенкĕ стипендипе тивĕçтерме планлаççĕ. Çавăн çинчен ПР Правительствинчи оперативлă канашлура ПР аслă шкулсен ректорĕсен Совечĕн председателĕ, УГНТУ ректорĕ Рамиль Бахтизин пĕлтернĕ. - Уфари патшалăх нефть техника университетĕнче 2019 çулта пысăк балл илнĕ 109 выпускникран кашнине сертификат хатĕрленĕ, вăл пысăкрах стипенди илме май парĕ. Аслă шкула олимпиадăсен результачĕсем тăрăх вĕренме кĕрекенсем вĕренĕвĕн пĕрремĕш çурçуллăхĕнче 30 пин тенкĕ стипенди илĕç. Пушкăртстанри мĕнпур аслă шкулта çакăн пек хавхалантару программисем йышăннă, - каласа панă Рамиль Назифович. https://aur-vesti-ch.rbsmi.ru/articles/obshchestvo/100-ball-ilnisene-30-pin/ Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнче Иннокентий Иркутский Святитель чиркĕвĕн стенине кирпĕчрен хăпартма пуçланă. Çак пархатарлă та сăваплĕ ĕçе ял çыннисем пысăк яваплăха туйса хутшăнаççĕ. Вĕсем маларах чиркÿ хăпартас ĕçе çÿллĕ шайра йĕркелес тесе яваплă çынсене палăртрĕç‚ ĕç графикне хатĕрлерĕç. Пухăвăн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пĕтĕмĕшле яваплăх Петр Трофимов çине тиенчĕ. Унăн çăмăл аллинчен чиркĕве хăпартма тытăнчĕç те. Ĕçсене пуçарса яриччен ял çыннисем строительство материалĕсене хатĕрлерĕç. Илья Кузнецовпа Александр Петров кирпĕч хураççĕ. Унсăр пуçне вĕсене ял çыннисен шутĕнчен виçшер пулăшакан рабочисемпе тивĕçтернĕ. Пулăшакансемшĕн вара Тÿртÿллĕ ял Канаш хутлăхĕн депутачĕ Геннадий Михайлов яваплă. Вăл кунсерен пулăшма пултаракансен списокне хатĕрлет‚ вĕсемпе хăрушсăрлăх техникин инструктажне ирттерет. Хăйсен ирĕкĕпе укçа-тенкĕ енчен пулăшу паракансемшĕн те явап тытакан çын пуррине палăртса хăвармалла. Вăл - Тÿртÿллĕ ялĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ И.Н. Андреева. Пултаруллă хĕрарăм укçа-тенкĕ шутне илсе пырать. Кунсерен вăл WhatsApp сетьре «Тÿртÿллĕ ялĕ» ушкăнра (унта 250 ытла çын регистраци иртнĕ) пĕр ял çыннисене мĕн чухлĕ укçа пухни тата мĕн чухлĕ тăкаклани çинчен информаци парать. Чиркÿ хăпартма ял çыннисемпе тата Тÿртÿллĕ ялĕнче çуралса ÿснисем (халĕ вĕсем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ) кунсерен укçа-тенкĕ куçараççĕ. Вĕсен вăйĕпе çак ĕçе пурнăçлама 800 пин тенкĕ ытла пухрăмăр. Эпир йышпа пысăк укçа пухма пултарни кăмăла савăнтарать çеç. Çавăн пекех час-часах «100 тенкĕ» акци ирттеретпĕр. Тÿртÿллĕри суту-илÿ точкисенче ятарлă ещĕксем вырнаçтартăмăр. Пулас чиркĕвĕн проекчĕшĕн Кирилл Леонтьев яваплă. Вăлах «Тÿртÿллĕ ялĕнче чиркÿ хăпартатпăр» сайта илсе пырать. Унсăр пуçне строительство материалĕсем туянса вĕсене вырăна илсе çитерет. Паянхи кун тĕлне чиркĕвĕн аялти хучĕ хатĕр. Унта вĕрентÿ пÿлĕмĕ‚ хуран лартмалли вырăн тата гардероб вырнаçĕç. Стенасене хăпартма тытăниччен чиркÿре пĕрремĕш служба та иртрĕ. Ăна Михаило-Архангельский чиркĕвĕн протоиерейĕ Василий Тымчук илсе пычĕ. Июль уйăхĕн 11-мĕшĕнче вара пысăк та йывăр ĕç пуçланчĕ - чиркĕвĕн стенисене хăпартма тытăнчĕç. Арçынсем‚ шăрăх кунсем пулнине пăхмасăр‚ иртен пуçласа каçчен ырми-канми ĕçлеççĕ. Хĕрарăмсем те çак хĕрÿ ĕçре айккинче тăмаççĕ. Вĕсем кашни кун строительсем валли кăнтăрлахи тата каçхи апат хатĕрлеççĕ. Çак ĕçре те явапли пур. Вăл - Тÿртÿллĕ ял Канаш хутлăхĕн депутачĕ Венера Петрова. Хĕрарăм апат пахалăхне тĕрĕслесе, тимлесе тăрать. Юлашкинчен çакна каласа хăварасшăн‚ эпĕ пуçаруллă ушкăна тата чиркÿ хăпартма пулăшакансене - строительсемпе поварсене‚ чиркÿ фондне укçа-тенкĕ хывакан кашни çынна, фотографсене - чун-чĕререн тав тăватăп. Йышпа Турă çуртне хăпартăпăр. Çакна шанас килет. Ляйсан ГИБАТОВА‚ Тÿртÿллĕ ял Канаш администрацийĕн пуçлăхĕ. Шаран районĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Мартăн 30-мĕшĕнче районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне депутатсемсĕр пуçне район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан-финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем хутшăнчĕç. Ларăва районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков ертсе пычĕ. Сессире кун йĕркине кĕртнĕ 8 ыйту пăхса тухрĕç. Ларура сỹт-се явма палăртнă ыйтусенчен пĕри - Патăрьел районĕн юридика пĕлтерĕшлĕ тĕп документне - уставне - улшăнусем кĕртсе йышăнни пулчĕ. Унпа район администрацийĕн право тата кадр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ Наталья Каргина паллаштарчĕ. Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова 2020 çулта районта кашни отрасльпе бюджета мĕнле пурнăçлани пирки отчет туса пачĕ. Çавăн пекех депутатсем "Патăрьел районĕн 2021 çулхи, планпа пăхнă 2022 тата 2023 çулсенчи бюджечĕ çинчен", "Патăрьел районĕнчи муниципаллă служби çинчен калакан положенин çĕнĕ редакцине çирĕплетесси çинчен", "Патăрьел район администрацийĕн финанс пайĕ çинчен калакан положение çирĕплетесси çинчен" калакан ыйтусемпе те тивĕçлĕ йышăнусем турĕç. Депутатсем çамрăксене тĕллевлĕ вĕрентỹ килĕшĕвĕпе специальность илме пулăшас, çавна май вĕсене вырăнта ĕçлеме услови туса парас, кадрсене хатĕрлес тата ытти ыйтăва та хускатрĕç.
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх 3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ 2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке 1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан 1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла
Эгей тинĕсĕ, — Балкан çурутравĕ, Пĕчĕк Ази тата Крит утравĕ хушшинче вырнаçнă тинĕс. Дарданелла тинĕс пырĕ урлă Мрамор тинĕсĕпе, кăнтăр енче темиçе тинĕс пырĕ Вăтаçĕр тинĕсĕпе çыхăннă. Эгей тинĕсĕ Вырнаçăвĕ Вăтаçĕр тинĕсĕ Координатсем: 39°15′34″ с. ш. 24°57′09″ в. д. / 39.259444444444448° с. ш. 24.952500000000001° в. д. / 39.259444444444448; 24.952500000000001 (G) (O) (Я) Лаптăкĕ 179 пин км2. Чи тарăн вырăнĕ кăнтăр енче вырнаçнă, 2529 метрпа танлашать. Ытларан енĕпе 200-1000 метр тарăнăш вырăнсем сарăлнă. Хĕлле шыв температури 11—15 °С, çулла — 22—25 °С. Шыв тăварлăхĕ 37,0—39,00/00. Приливсен калăпăшĕ 30 до 60 см.
Çумăрсем пуçланиччен Мияки районĕнчи Крупская ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн çĕр ĕçченĕсем кĕрхи ыраша 100 центнер çапса илнĕ. Уй-хирсенчи пиçсе çитнĕ тырра Çĕнĕ Хурамалти йĕтем çине илсе килеççĕ. Унта çĕнĕ тухăçа ЗАВ-10‚ ЗАВ-20 тата ПСМ-10 агрегатсемпе тасатаççĕ‚ типĕтеççĕ‚ упрама хатĕрлеççĕ. ЗАВсем çинче Владимир Сергеевпа Николай Власов операторсем ĕçлеççĕ. Тĕрлĕ ĕçсене пурнăçласси Николайпа Татьяна Золотовсен хулпуççийĕсем çине тиеннĕ. Мăшăр чылай çул хуçалăхра тăрăшса вăй хурать. Йĕтем çинчи транспортпа çыхăннă ĕçсене вара Виталий Микишин пурнăçлать. Вăл паянхи кун тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та‚ хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче хуçалăха май çитнĕ таран пулăшать. Хуçалăх ĕçченĕсем уй-хирте вырма ĕçĕсене комплекслă пуçланă. Кĕрхи ыраш валемĕсене пухса çапма çĕр ĕçченĕсен звени тулли йышпа хире тухнă. Виталий Захаровпа Валерий Гордеев комбайнерсем хăйсен пулăшаканĕсемпе, Вадик Тарасовпа тата Вадим Ковальпе, «Дон-1500» тĕш тырă комбайнĕсемпе çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ. «Полесье» «хир карапĕпе» Леонид Иванов комбайнерпа Дмитрий Максимов пулăшакан кĕрхи ыраша çапса тĕшĕлеççĕ. Комбайнсем патĕнчи тырра турттарма ЗИЛ-130 тата ГАЗ-53 автомобильпе Петр Акбашевпа Владимир Павлов водительсем пулăшаççĕ. Çĕр ĕçченĕсен звени Çирĕклĕ ялĕ çывăхĕнчи юнашар хуçалăх чиккипе вырнаçнă 30 гектар çинчи кĕрхи ыраша пуçтарма тытăннă. Григорий Антонов МТЗ-80 хыçне ЖВЗ-7‚0 прицеплă жаткине çакса кĕрхи тĕш культурăсене çулса‚ паккус туса комбайнсемпе ĕçлекенсем валли хатĕрленĕ. Комбайнсем хыççăнах çапнă валемсене пресс-подборщиклă тракторпа Владислав Архипов çавра тĕркене пуçтарать. ПТ-10 тĕркесене турттармалли ятарлă оборудованипе Борис Данилов ĕçлет. Вĕсене ăста механизатор выльăх-чĕрлĕх ферми патне илсе çитерет. Пĕр рейса 15-шер тĕрке вырнаçать. Пушанса юлнă хирсенчи çĕрсем çинче вара МТЗ-1221 трактор хыçне çакнă БДМ-4х3 прицеплă агрегатпа Петр Васильев тăрăшать. Вăл кĕрхи суха тăвать тата КПС-4‚2х2 техникăпа çĕре кăпкалатать. - Паянхи кун тĕлне кĕрхи ыраша 130 гектар ытла çулнă. Григорий кĕрхи тулла çулма тытăнчĕ. Техника енчен йĕркеллĕ пулсан‚ вырма ĕçĕсене палăртнă вăхăтра вĕçлетпĕр. Çĕр ĕçченĕсем питĕ тăрăшса ĕçлеççĕ. Паянхи кун техника хăйне ĕçре лайăх енчен кăна кăтартрĕ. Хирте ĕçлекенсене куллен вĕри апатпа тивĕçтеретпĕр‚ - каласа парать Крупская ячĕллĕ СПК ертÿçи Геннадий Семенов. - Пирĕн механизаторсемпе водительсен ĕç опычĕ пуян. Вĕсем вырмара тата сенаж хывас ĕçре тăрăшуллăх кăтартаççĕ. Паянхи кун тĕлне выльăх апачĕ хатĕрлессипе çыхăннă ĕçсене вĕçлесе пыратпăр. Палăртнă 3‚5 пин тоннăран виççĕ пин ытла пурнăçланă. Суккулти сĕт ферми çывăхĕнче Сергей Васильев ДТ-75 тракторпа сенаж шăтăкĕсем хатĕрлерĕ. Халĕ эпир иккĕмĕш шăтăка тултаратпăр. «Полесье» УЭС-280 выльăх апачĕ хатĕрлемелли техникăпа Юрий Семенов ĕçлерĕ. Вĕтетнĕ масса ГАЗ-53 автомобильсемпе Вячеслав Кузьминпа Петр Дмитриев тата КамАЗпа Размик Павлов турттарчĕç. Анатолий Алексеевпа Борис Данилов выльăх апатне пусара тикĕслеççĕ‚ - хушса каларĕ хуçалăхăн тĕп агрономĕ Евгений Антонов. Татьяна СЕМЕНКО. Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
9-мӗшӗ - халăх календарӗпе - Юрьев. Çак кунран упа шăтăка кӗрсе ыйха путать тенӗ. Çынсем пусăсене итленӗ, енчен те пусăра сас-чӳ çук-тăк, хӗлле ăшă пулассине пӗлтернӗ. 12-мӗшӗ - Парамон. Çак кун юр çăвать пулсан çил-тăман тухасси инçе мар-мӗн, анчах шартлама сивӗсене хӗллехи Микулаччен кӗтмелле мар-ха. 13-мӗшӗ - Андрей Перво­зван­ный. Юрьев... ❮ ❯ 9-мӗшӗ - халăх календарӗпе - Юрьев. Çак кунран упа шăтăка кӗрсе ыйха путать тенӗ. Çынсем пусăсене итленӗ, енчен те пусăра сас-чӳ çук-тăк, хӗлле ăшă пулассине пӗлтернӗ. 12-мӗшӗ - Парамон. Çак кун юр çăвать пулсан çил-тăман тухасси инçе мар-мӗн, анчах шартлама сивӗсене хӗллехи Микулаччен кӗтмелле мар-ха. 13-мӗшӗ - Андрей Перво­зван­ный. Юрьев кунӗнчи пе­кех пусăсене итлеме тух­мал­ла. Хӗллехи çанталăк мӗн­­­ле пулассине тепӗр хут тӗ­рӗс­ле­мелле. Качча кай­ман­нисем çак кун Андрей Пер­воз­ванный çвет­туйран лайăх упăшка пама ыйтнă. 14-мӗшӗ - халăх кален­дарӗпе Наум. Ӗлӗк çак кун аннесем Наумран ачисене ăса кӗртме ыйтнă. 15-мӗшӗ -халăх календарӗпе Аввакум. Сивӗ çанталăк çырма урлă кӗпер хывать тенӗ. Пӗрремӗш юр ӳкнӗ хыççăн çуна йӗрӗ пуличчен урапа пилӗк эрне кирлӗ пулать-ха.
Сентябрĕн 29-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн I созывĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. Çĕнĕ йышпа ĕçе пуçăннă депутатсем 22 ыйту пăхса тухрĕç. Сессие Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чăвашгосснаб" пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Валерий Антонов, Патăрьел район прокурорĕ Андрей Афанасьев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе райадминистрацин структура пайĕн ертỹçисем, иртнĕ созыври депутатсем хутшăнчĕç. Пĕрремĕш ыйтупа Патăрьел территори суйлав комиссийĕн председателĕ Марат Айзатуллов тухса каларĕ. Вăл сентябрĕн 11-мĕшĕнче иртнĕ сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Халăх суйланă депутатсенчен çулĕпе чи асли - Александр Иванов депутат. Çавна май Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн I созыври пĕрремĕш ларăвне уçма та Александр Ильича шанчĕç. Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов депутатсен çĕнĕ йышне яваплă тивĕçе пикеннĕ ятпа саламларĕ, муниципалитет округне аталантарассишĕн тăрăшса ĕçлеме сунчĕ, ку таранччен район аталанăвĕшĕн пĕр шухăш-кăмăлпа тăрăшнă депутатсене тав турĕ. Пухура Патăрьел муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн пĕрремĕш созывне йĕркене пăхăнса йĕркеленине тата депутатсем сентябрĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа хăйсен ĕçне пурнăçлама тытăннине палăртрĕç. Депутатсен Пухăвĕн председательне Николай Тинюкова, унăн çумĕ пулма Гелсирень Абейдуллована суйларĕç, секретариат, яланхи комиссисен йышне те пайăрлатрĕç. Сентябрĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев муниципалитетсенчен суйланнă депутатсен çĕнĕ йышĕпе тĕл пулнă. Сăмах май каласан, халиччен регион ертỹçи суйлав хыççăнах депутатсене пĕрле пуçтарса канашлани пулманччĕ-ха. "Депутат - халăх шаннă çын. Çакна сирĕн тỹрре кăлармалла. Çынсен ыйтăвĕсене татса парассипе, вĕсен пурнăçне лайăхлатассипе тăрăшса ĕçлемелле", - тенĕ Олег Алексеевич.
Паян Пăва райканашӗн депутачӗсем районăн 2016 çулхи ӗçӗ-хӗлне пăхса тухрӗç. Унта ТР Премьер-министрӗн çумӗ Василь Шайхразиев, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, министерствосемпе ведомствосен представителӗсем хутшăнчӗç. Пăва районӗн пурнăçне тӗрлӗ енлӗн тишкернӗ хыççăн пуçлăхсем ӗçре палăрнисене патшалăх наградисене пачӗç. Ыттисен хушшинче ТР Президенчӗн Тав Çырăвне вырăнти... ❮ ❯ Паян Пăва райканашӗн депутачӗсем районăн 2016 çулхи ӗçӗ-хӗлне пăхса тухрӗç. Унта ТР Премьер-министрӗн çумӗ Василь Шайхразиев, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, министерствосемпе ведомствосен представителӗсем хутшăнчӗç. Пăва районӗн пурнăçне тӗрлӗ енлӗн тишкернӗ хыççăн пуçлăхсем ӗçре палăрнисене патшалăх наградисене пачӗç. Ыттисен хушшинче ТР Президенчӗн Тав Çырăвне вырăнти хăйтытăмлăха аталантарас ӗçре çитӗнӳсем тунăшăн Пăва хулин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Александр Никифоров та тивӗçрӗ. Александр Александрович Çӗпрел Районӗнчи Шемӗршелӗнче çуралса ӳснӗ. Нумай çул хушши мелиораци тытăмӗнче, Пăва район администраци пуçлăхӗн çумӗнче, Пăвари мотор тăвакан заводăн директорӗнче ӗçлерӗ. Халӗ вăл Пăвана аталантарас тесе ырми-канми тăрăшать.
Уйăх пуçламăшĕнчен транспорт хатĕрĕсен паспортне (ПТС) онлайн параççĕ. Яланхи ПТС хуçисен вĕсене электронлипе улăштармасан та юрать. 2020 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕччен панă до­кументсем пурте вăйра тăраççĕ. Çаплах вĕсене çухатнă тĕслĕхре ГИБДДра çĕнĕрен илме пулать. Çул çинчи транспорт инкекĕн формальноçĕсене - онлайн Аварине халĕ ГИБДД инспекторĕсĕрех кирек хăш регионра та палăртма пулать. Çул çинчи транспорт инкекĕн участникĕсем хушшинче килĕшменлĕх пур тĕслĕхре те. Икĕ водителĕн те „Госуслуги” сайтра ре­гистраци пулмалла тата вĕсенчен пĕрин те пулин „Помощник ОСАГО” приложени пулма тивĕçлĕ. Автомобилистсем çаплах шинăсене тата покрышкăсене марка лартассине ĕçе кĕртни çинчен пĕлме тивĕçлĕ. Халĕ „Чест­ный знак” таварсен обязательнăй мар­ка системине вĕсене çаврăнăша кĕртни, çаврăнăшĕ тата çаврăнăшран кăларни çинчен сведенисем кĕртĕç. Çакна ры­нокра контрафакт пулассине сирсе яма тунă. Усăланакансене меллĕ пулма „Чест­ный знак” приложени тунă, унта легаллĕ мар продукцине ăçта тупни çинчен кăтартса пĕлтерÿ ярса пама пулать. Шинăсен пахалăхне смартфонпа усăланса тĕрĕслеме пулĕ. Пособисем уçăрах пулса тăрĕç Виçĕ çултан пуçласа çичĕ çул таран ачасемлĕ пĕчĕк тупăшлă çемьесемшĕн фи­нанс пулăшăвĕ илме право паракан доку­ментсен списокне кĕскетнĕ. Халĕ алимент çинчен справка пухмалла тата тăратмалла пулмĕ. Çак информацине государство органĕсем ведомствăсем хушшинчи хире-хирĕç электронлă çыхăнупа хăйсем тĕллĕн илĕç. Виçĕ çултан пуçласа çичĕ çул таран ÿсĕмри ачасемшĕн кашни уйăхри пособине Владимир Путин Президент указĕпе 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен кĕртнĕ. „Мир” – тĕнчипе Кăмăл тăвакансемшĕн пуриншĕн те майлă пултăр тесе, Российăн „Мир” тÿлев системин карттисене мĕнпур он­лайн суту-илÿ площадкисене те йышăнма хушнă. Çакă халлĕхе çулталăкне 40 мил­лион тенкĕ ытла çаврăнăшпа чи пысăк агрегаторсене пырса тивет. Закона тата лайăхлатса пырĕç. Госдумăра каласа панă тăрăх, сутса тунă укçа чиккине тапхăрăн-тапхăрăн кемĕтĕç: 2020 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 30-мĕшĕччен – 30 млн тенкĕ таран, 2021 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен – 20 млн таран. Пурăнмалли çурт-йĕр – пĕчĕк ставкăпа Российăра льготăллă ипотекăна çитес çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен тăснă. Госпро­грамма тăвакан çуртсенче куçми пурлăх 15 процентран кем мар малтанхи тÿлевпе çулталăкне 6,5 процентпа 30 çул таран срока туянма май парать. Пĕчĕк ставка кредитлавăн пĕтĕм срокĕнче вăйра тăрĕ. Клиентсене меллĕ пулма Россия Пен­си фончĕн электронлă сервисĕсем урлă çирĕплетсе пама, трейд-ин урлă туянма пулать. Заемăн чи пысăк сумми – 6 млн тенкĕ таран. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Калав— Эпĕ сана нихăçан та юратман, — çак сăмахсене каласа Валера Катьăна стена çумне лапчăтрĕ. Чĕркуççисем чĕтреннине туйса хĕр çурăмпа йывăррăн тĕршĕнчĕ. Мĕн тума çапла каларĕ-ха вăл? Вунă çул пĕрле пурăннă хыççăн Катьăна пăрахса урăххине тупрĕ. Юрать, кай, тепринпе телейлĕ пул. Катя çĕнĕрен пурăнма, юратма вăй тупатех. Анчах халĕ, çак сăмахсем хыççăн, ăçтан хăват илмелле? Чи хăрушă сăмахсем пуль вĕсем. Унччен мĕнпе пурăннине, мĕне ĕненнине йăлтах таптарĕ. Эпĕ сана нихăçан та юратман! Пулни-иртнине мĕнле хакламалла-ха вара? Катя аппендицитпа больницăна лексен унăн çуралнă кунĕнче Валера чÿрече умĕне юрланине аса илчĕ. Палатăрисем вĕсен юратăвне епле ăмсанчĕç. Юрату пулман иккен ку. Е тата çĕнĕ пушмак хĕр урине шăйăрттарнăран Валера ăна хула тăрăх алă çинче йăтса утни юрату-им? Катя патне ĕçе курткă йăтса чупни вара?.. Ку та юратмасăрах-и? Ирпе вăл кĕпепе кайнăччĕ, çанталăк тăрук сивĕтсе ячĕ те. (Малалли пулать). Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
(Ирина Кузьмина. Автор сăнӳкерчӗкӗ). К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн спектаклӗсем Хусанта яланах аншлагпа иртеççӗ-ха, анчах ӗнерхине нимӗнпе та танлаштарма çукчӗ. Спектакль вӗçленсен халăх чăваш артисчӗсене ярасшăн мар пулса ура çине тăрса темӗнччен алă çупрӗ. 100 çул каялла çак сцена çинчех пуçласа пӗрремӗш хут А.Островскин «Хăв пурăнас тенӗ пек... ❮ ❯ (Ирина Кузьмина. Автор сăнӳкерчӗкӗ). К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн спектаклӗсем Хусанта яланах аншлагпа иртеççӗ-ха, анчах ӗнерхине нимӗнпе та танлаштарма çукчӗ. Спектакль вӗçленсен халăх чăваш артисчӗсене ярасшăн мар пулса ура çине тăрса темӗнччен алă çупрӗ. 100 çул каялла çак сцена çинчех пуçласа пӗрремӗш хут А.Островскин «Хăв пурăнас тенӗ пек ан пурăн» пьесипе лартнă чăвашла постановкăна, халăх пӗр ӗмӗр каяллахи пекех, халӗ те хапăл туса йышăннине кăтартрӗ çакă. Хусанта йӗркеленнӗ чăваш театрӗ хăйӗн 100 çулхи юбилейӗнче хусансене мӗншӗн-ха А.Островскин пьесинех кăтартма шутланине, спектакль умӗн эпир постановкăн режиссерӗпе Наталия Алексеевна Сергеевăпа калаçрăмăр: «Ку вăл пуç тайни. Пӗрремӗш чăваш спекакльне, пӗрремӗш чăваш артисчӗсене, пӗрремӗш чăваш режиссерне хисеплесе пуç тайни, чăваш халăхне пуç тайни. Островскин пьесине хальхи куçпа пăхса кăтартасшăнччӗ эпир. Паллах, шикленнӗ, мӗнле тумалла-ши тесе питӗ нумай нушалантăм. Классикăлла Островские манăн лартас килмен, мӗншӗн Максимов-Кошкинский çак пьесăна суйласа илнӗ-ха? Сюжечӗ питӗ ансат, çав вăхăтрах мораль енчен чăваш халăхне питӗ çывăх. Чăваш чунне çывăх çемье моралӗ, упăшкипе арăмӗн хутшăнăвӗсем, мӗншӗн упăшкасем тепӗр чухне ют хӗрарăмсем çине пăхаççӗ? Çапах та усалсем тем чухлӗ аташтараççӗ пулсан та, çемье чи кирли тӗп геройшăн. Çавăнпа чăваш çыннишӗн, çемйишӗн çӗнӗ традицисене упраса хăварас тесе тăрăшни, ман шутпа, чăваш пуласлăхӗ çавăнта, ачасене тӗрӗс воспитани парас енӗпе, тен, çавăнпа та ку пьесăна суйласа илнӗ пулӗ тесе шутларăмăр. Çавăнпа çав вăхăтрах вырăс классикине кăшт та пулин чăвашлатас терӗмӗр. Мӗнле чăвашлатмаллине питӗ нумай шутларăм, хальхи вăхăтри хореографи, чăваш ташшисем, юррисем кӗртрӗмӗр. Тата пӗлтерӗшлӗ килтӗмӗр Хусана, халӗ вӗт-ха Çăварни, пирӗн спектакльте пӗтӗм ӗç-пуç çăварни эрнинче пулса иртет. Тӗлӗнмелле ку, кăна шутласа та тăман, хăй çапла пулса тухрӗ. Таçта çӳлти вăйсем пулăшаççӗ пулмалла. Çавăнпа та Çăварни эрнинче çынсем мӗнле алхасаççӗ, çав вăхăтрах хăйсен йăнăшне ăнланса илни, кайран çылăх каçарттарни - пӗтӗмпех пур кунта. Вырăс персонажӗсем, вырăс сăнарӗсемпе чăваш çăварни юрри-ташшисем пӗрлешсе кайни, мӗншӗн тесен эпир христиан тӗнӗпе пурнатпăр вӗт-ха, вырăссем те, чăвашсем те, çавăнпа та пирӗн пӗрпеклӗх нумай. Çавăн пек пӗрлештертӗмӗр те илемлӗ спектакль пулса тухрӗ. Чăваш Енре ку спектакле юратаççӗ, эпӗ питӗ хăранăччӗ Островскине кам килет-ши тесе, çынсем комедисене пăхасшăн. Халăха кăсăклантарма пулать-ши тесе шутларăм, тӗлӗнсе каймалла, юратаççӗ ку спектакле. Шупашкарта залсем лăк-туллиех темесен те тулли, çынсем йӗрсе те савăнса тухаççӗ, мӗншӗн тесен спектакль лайăхпа вӗçленет», - терӗ. А. Островскин пьесине тепӗр хут лартмашкăн Н.Сергеевăна театрăн тӗп режиссерӗ, СССР халăх артисчӗ В.Яковлев хистенӗ иккен. «Эсӗ çамрăк, эсӗ урăхла тăваятăн, хальхи вăхăтрине лартмалла»,- тенӗ иккен вăл ку пьеса пирки. Чăнах та илемлӗ спектакль пулчӗ вăл, ӗнер Хусан кураканӗсене те тыткăнларӗ. 100 çул каялла çырнă пьеса паянхи кун та актуаллăхне çухатман. Çакна спектакль вăхăтӗнче зал шăна вӗçни илтӗнмелле шăп тăнинчен те, куракан тарăн шухăша путса килелле утнинчен те курăнчӗ. Эппин, режиссер та, артистсем те, 100 çул каяллахи пекех, хăйсен тӗллевне 200 проценчӗпех пурнăçларӗç.
Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнăранпа 78 çул иртрĕ пулин те Çирĕклĕ ялĕнче пурăнакансем хăйсен паттăрĕсене манмаççĕ. Çак кунсенче Çирĕклĕ ялне пырса кĕнĕ çĕрте палăк туса пĕтернĕ. Çирĕклĕ ял Совечĕ ял тăрăхĕнче çуралса ÿсне Совет Союзĕн Геройĕсене Васильев Павел Ефимовичпа Титов Василий Федоровича чысланă чул юпана вăрçă пуçланнă кунпа тÿр килтерсе уçни те символлă. Çак çамрăк каччăсем вăрçă çулĕсенче туса пулманнине тунă, вĕсен Çентерĕве хывнă ĕлĕшне сăмахпа каласа пулмасть. Вĕсен паттăрлăхне пула эпир мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнатпăр. Палăка уявла уçнă тĕле çирĕклĕсем концерт программи хатĕрленĕ. Палăка тума пысăк пулăшу панă граждансем Çирĕклĕ ял Совет ял тăрăх администрацийĕн Тав çырăвĕсене тивĕç пулнă. https://vk.com/public130943202?w=wall-130943202_782. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Пăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗ ялӗ çывăхӗнчи тăм карьерне Пăрăнтăк станцийӗнчен удобрениллӗ тăпра килсе тăкнипе халăх сисчӗвленни çинчен эпир «Сувар» хаçатăн 28-мӗш номерӗнче тата хамăр сайтра çырса кăтартнăччӗ. Тăпрара тата сывлăшра сывлăхшăн сиенлӗ япаласем пуррипе çуккине тӗрӗслеме экологсем проба илнине, экспертиза пӗтӗмлетӗвӗсемпе вара вулакансене паллаштарма шантарнăччӗ. Кӗтнӗ хурава паян илтӗмӗр. ТР... ❮ ❯ Пăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗ ялӗ çывăхӗнчи тăм карьерне Пăрăнтăк станцийӗнчен удобрениллӗ тăпра килсе тăкнипе халăх сисчӗвленни çинчен эпир «Сувар» хаçатăн 28-мӗш номерӗнче тата хамăр сайтра çырса кăтартнăччӗ. Тăпрара тата сывлăшра сывлăхшăн сиенлӗ япаласем пуррипе çуккине тӗрӗслеме экологсем проба илнине, экспертиза пӗтӗмлетӗвӗсемпе вара вулакансене паллаштарма шантарнăччӗ. Кӗтнӗ хурава паян илтӗмӗр. ТР Экологи министерствин пресс-службин ертӳçи Айгуль Амирова пӗлтернӗ тăрăх, Экологи министерствин специалисчӗсем Пăва районӗнчи ялсен çывăхӗнче чавнă тăм карьерӗсене хуплакан тăпран тата сывлăш пробисене илнӗ. Анализсен результачӗсем тăрăх, пробăсенчи кăтартусем нормăран иртмеççӗ. Тăпраран усал шăршă тухни пирки те пӗлеççӗ экологи министерствинче. Специалистсем ăна («ароматикăна») асăрханă. Вăл темиçе кунтан сӗвӗрӗлсе пӗтет имӗш. Тăпрара вара çак шăрша кăларакан компонентсем çук, вӗсем ирӗлсе е çӗрсе пӗтнӗ. Эпир çак сăмахсене çирӗплетекен экспертиза хучӗпе паллашма май пур-и тесе ыйтсан, Айгуль Талгатовна вӗсене ведомствăра ӗçлекенсене усă курма тата прокуратурăна çеç пама пултарнине пӗлтерчӗ. Ун сăмахӗсемпе, республикăри экологсене вăл е ку вырăнтан шăршă тухнипе час-часах чӗнтереççӗ. Анчах та ытларах чухне илнӗ анализсем сиен пуррине çирӗплетмеççӗ.
Закона пăсса алкоголь сутнине пӗлтернӗшӗн Тутарстанра пӗлтӗр 120 çынна пурӗ 303 пин тенкӗ укçа тӳленӗ. Кăçал вара çапла майпа 95 çын 358 пин тенкӗ «ӗçлесе» илнӗ. Аса илтеретпӗр, закона пăсса эрех сутассипе кӗрешме республикăра халăха та явăçтарчӗç. Çак тӗллевпе 2016 çулхи май уйăхӗнче эрех сутнине пӗлтернӗшӗн граждансене укçа-тенкӗпе хавхалантарма йышăнчӗç.... Закона пăсса алкоголь сутнине пӗлтернӗшӗн Тутарстанра пӗлтӗр 120 çынна пурӗ 303 пин тенкӗ укçа тӳленӗ. Кăçал вара çапла майпа 95 çын 358 пин тенкӗ «ӗçлесе» илнӗ. Аса илтеретпӗр, закона пăсса эрех сутассипе кӗрешме республикăра халăха та явăçтарчӗç. Çак тӗллевпе 2016 çулхи май уйăхӗнче эрех сутнине пӗлтернӗшӗн граждансене укçа-тенкӗпе хавхалантарма йышăнчӗç. Хыпарсене ТР патшалăх услугисен порталӗнче «Халăх контролӗ» пайӗнче хăвармалла. Çак мел эффективлă пулнине кура кăçал бюджетран уйăракан укçан суммине 2 миллион тенке (пӗлтӗр 1 миллион пулнă) çитерчӗç. Премин сумми закона пăснă тӗслӗхрен килет. Енчен те закона пăсса алкоголь сутакан уйрăм çын е предприниматель енӗпе пӗлтернӗ хыпар тăрăх административлă протокол çыраççӗ-тӗк, пӗлтерекене пин тенкӗ параççӗ. 10-100 литр эрехе туртса илеççӗ е лицензисӗр эрех сутни тӳрре килет-тӗк, 2 пин тенкӗ тӳлеççӗ. Енчен те пӗлтернӗ хыпар тăрăх уголовнăй ӗç пуçарсан, 100 литртан ытла алкогольлӗ продукцие туртса илсен, хыпарлакана 3 пин тенкӗ параççӗ. «Халăх контрольне» пӗлтернӗ хыпар тăрăх республикăра хальлӗхе уголовнăй ӗç пуçарман-ха, 100 литртан ытларах эрех туртса илнӗ тӗслӗх вара пулнă. Сăмах май, эрех ăçта сутнине пӗлтернӗ чух сăнӳкерчӗк пулмаллах. Ку хыпарлаканшăн тӗп услови. «Халăх контрольне» килнӗ хыпара ТР Госалкогольинспекцийӗн сотрудникӗсем планпа пăхăнман тӗрӗслев йӗркелесе тӗрӗслеççӗ. Информаци тӳрре тухсан, хыпар авторне укçа тӳлеççӗ.
Хисеплĕ туссем! 2019 çулхи иккĕмĕш çурçуллăха çырăнтару кампанийĕ вĕçленчĕ. Эпир çак çурçуллăхра 3,5 пин подписчик „Аургазинский вестникпа”, „Авыргазы хэбэрчесепе” тата „Аургазă хыпарçипе” пĕрле юлнишĕн хавас. Пĕр уйăх тăршшĕне эпир сире валли „Парне – кашни эрнере” акци вылятрăмăр. Халĕ тĕп выляв саманчĕ çитрĕ. „Аургазă хыпарçи” редакцине вылява пурĕ 520 çырăнтару квитанцийĕ килчĕ. Толбазă ялĕнче пурăнакан Зифа Акбашева (20 литрлă вазон выляса илчĕ), Кăрманай ялĕнчи Мидехат Абдрахманов (сĕтел тата пукансенчен тăракан туризм пуххи), Шланлă ялĕнчи Алена Тимофеева (шампурсем, мангал, гриль-решетке) призсен телейлĕ хуçисем пулса тăчĕç. Пирĕн çĕнтерÿçĕсем хăйсен пурнăçне хаçатсăр куç умне ÿкерме те пултараймаççĕ. Район хаçатне чăтайми кĕтеççĕ. - Калинккерен тухса почта ещĕкĕнчен çĕнĕ хаçат-журнал илесси маншăн яланах кăмăллă ĕç. Пурнăç тăршшĕпе район хаçачĕпе пĕрле, - тет çыхăну узелĕн унчченхи техникĕ Зифа Хамзиевна. - Хаçат тухнă кун эпир почтăна чăтайми кĕтетпĕр. Хаçатпа пĕрле çĕнĕ хыпарсем те килеççĕ вĕт. Призпа питĕ кăмăллă. Пирĕншĕн, ял çыннисемшĕн, кирлĕ япала, - килĕшет унпа Кăрманай çынни, „Урожай” СПК унчченхи ветеринари фельдшерĕ Мидехат Мусатович. - Пĕтĕм çемьепе пулла кайма хатĕрленнĕччĕ – акă, кирлĕ приз выляса илтĕмĕр. Хуняçа шăратса çыпăçтарса пысăк мангал турĕ, анчах ăна хамăрпа çÿретсе пулмасть – йывăр, - йăл кулать Алена Ивановна парикмахер. „Аургазă хыпарçи” хаçат редакцийĕ выляса илнĕ подписчиксене саламлать, призсем вылятас çак питĕ лайăх йăлана малалла тăсать. Вĕсем пирĕн вулакансене районти прессăпа нумай çулхи туслăх çинчен аса илтерсе тăччăр. Альфира КАРИМОВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Августăн 26-мĕшĕнче ятарлă комисси выльăх-чĕрлĕх витисем хĕл тапхăрне хатĕр пулнине тĕрĕслеме пуçланă. Районĕпе мăйракаллă шултра выльăх тытмалли 23 ферма ĕçлет, вĕсенче 66 вите, пурĕ 12785 пуç выльăх тытаççĕ. Комисси тĕрĕсленĕ пĕрремĕш хуçалăх „Дружба” СПК пулнă. Унта 3479 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ, çав шутра 821 ĕне тата 307 лаша. Ял хуçалăх управленийĕн комиссийĕ „Дружба” СПКн выльăх-чĕрлĕх объекчĕсем выльăхсене хĕллехи вăхăтра кăкарса тытмалли тапхăра хатĕр пулнине çирĕплетсе панă, хуçалăха хатĕрлĕх паспорчĕ панă. Августăн 28-мĕшĕнче комисси „Салават” ОООра выльăх-чĕрлĕх витисене тĕрĕсленĕ. Кунта паянхи кун тĕлне 1414 пуç выльăх тытаççĕ, çав шутра 469 ĕне тата 80 пуç лаша. Комисси ку хуçалăх та 2019-2020 çулсенчи выльăхсен хĕл тапхăрне хатĕр тесе йышăннă. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Виçĕ çул каярах 18 млн. тенкĕ выляса илнĕ Пушкăртстан çыннине хаман та тупайман, пĕлтернĕ «Столото» пресс-служби. Телейлĕскер 2016 çулта «Жилищная лотерея» вылявĕн 179-мĕш тиражĕнче 18110695 тенкĕ выляса илнĕ пулнă. Лотерея билетне Пушкăртстанра туянни паллă. Раççей законĕпе килĕшÿллĕн, енчен те граждансем выляса илнĕ укçа-тенке тираж иртнĕ хыççăн çур çул тата срокĕ тухиччен виçĕ çул тăршшĕнче илме килмесен, ăна бюджета куçараççĕ, — ăнлантарнă «Башинформ» агентствине «Столото» пресс-службинче. «Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх. Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Пушкăртстанра «Ача çурат» («Рожай ребенка») проект вăй илнĕ. Проект пуçаруçисем - «Пушкăртстан Республикинчи аннесем» обществăлла организаци‚ Сывлăх сывлавпа Çемье‚ ĕç тата социаллă хÿтĕлев министерствисем. Пушкăртстанра «Ача çурат» («Рожай ребенка») проект вăй илнĕ. Проект пуçаруçисем - «Пушкăртстан Республикинчи аннесем» обществăлла организаци‚ Сывлăх сывлавпа Çемье‚ ĕç тата социаллă хÿтĕлев министерствисем. Проект шайĕнче хĕрарăмăн ача çуратмалли сывлăхне упрас‚ çамрăксен хушшинче хырăм пăрахни сывлăха сиен кÿнине ăнлантарса парас тĕллевпе мероприятисем ирттерĕç. Çĕнĕ проекта республикăн 10 хулипе районĕнчен 15-40 çулхи 10 пине яхăн хĕрарăма явăçтарма палăртаççĕ. Информаципе çут ĕç ĕçне пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи аслă классен‚ ача çурчĕсемпе социаллă приютсен воспитанникĕсен‚ çавăн пекех йывăр лару-тăрăва лекнĕ хĕрарăмсен хушшинче йĕркелĕç. Йĕркелÿçĕсем проекта пурнăçлани çамрăксене çемье çавăрма‚ хырăм пăрахассинчен упранма пулăшассине шанаççĕ. Ирида НОВИКОВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Кăçал çĕршывра электроэнергипе тивĕçтерес енĕпе ĕçлесе канăва тухнисемпе паянхи кун ку отрасльте тăрăшакансемшĕн паллă çул. Шăпах çĕр çул каялла, 1920 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче, Советсен Пĕтĕм Раççейри VIII съездĕнче çĕршыва электрификацилемелли ГОЭЛРО планне пăхса тухнă, пĕр саслă пулса çирĕплетнĕ. Электрификаци ĕçĕсем пурнăçшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илнĕ, ку сферăри специалистсене халĕ тивĕçлипе хаклаççĕ. Çавăнпа палăртнă кун энергетиксен уявне паллă тăваççĕ. Пирĕн района электрификацилессине 1965-1970 çулсенче туса ирттернĕ. Çак ĕçсене Чăваш Енри 50-мĕш мехколонна специалисчĕсемпе Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ-сем пурнăçланă. Тĕттĕм чăваш ялĕсене çутта кăларасси чăннипех те пархатарлă ĕç пулнă. «РоссетиВолга» - «Чуваш-энерго» ПАО филиалĕнчи Кăнтăр производство уйрăмĕн Тăвай районĕнчи электричество сечĕн коллективĕ хальхи вăхăтра хăйĕн тивĕçĕсене аван пурнăçласа пырать. 0,4 тата 10 киловольтлă 600 ытла километр тăршшĕ электролинипе ялсенчи трансформаторлă 140 ытла подстанци пăхса тăрать. Вун-вун çул иртнĕ май, валеçсе тăракан электричество сечĕсем кивелсе пыраççĕ. Планпа пăхнă юсав ĕçĕсене кашни çулах вăхăтра пурнăçлама тăрăшать коллектив. Юлашки тапхăрта пĕчĕк вольтлă линисен йывăç юписене тимĕр бетонлисемпе улăштарса çĕнетесси, СИП-проводасем карасси тĕп вырăнта тăнă. Тăвай районĕнчи ялсенчи урамсенче ку ĕçе планпа килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ. Халĕ эпир электроэнергисĕр нимĕн те тăваймастпăр. Коллектив специалисчĕсем çанталăк условийĕсене, кану кунĕсене пăхмасăр районти хуçалăхсене, халăха, организацисемпе предприятисене электроэнергипе чăрмавсăр тивĕçтерессишĕн тимлеççĕ. К.Ефремов тĕп инженер, В.Иванов РЭС мас-терĕ, М.Владимирова РЭС техникĕ, С.Александров, Э.Александров, В.Мясников, О.Староселец, А.Данилов диспетчерсем, С.Николаев, О.Семенов, А.Васильев, В.Титов, А.В.Иванов, В.Юр-кин, С.Сергеев, Андрей Витальевич Иванов, А.Н.Иванов, Л.Совин электромонтерсем, Н.Порфирьев водитель, Р.Асеинов УБУЭ начальникĕ, Е.Скворцова УБУЭ инженерĕ, С.Ивановапа И.Лебедева УБУЭ техникĕсем, Е.Никитинапа И.Степанова УБУЭ электромонтерĕсем, Н.Иванова контролер, М.Александрова уборщица хăйсен тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçлаççĕ. Пирĕн патăрта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене те манмастпăр эпир. Темиçе çул каялла ĕç условийĕсене лайăхлатнă, икĕ хутлă çуртра ĕçлеме пуçланă. Коллектив районта электроэнергипе тĕрĕс усă курассине йĕркелесе пырать, шутлавсăр, айккинелле каякан электроэнерги калăпăшне пĕтерессишĕн те тимлет. Хăйсен профессиллĕ уявне ĕçри пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илеççĕ вĕсем. Самантпа усă курса энергетика службин хисеплĕ ĕçченĕ-сене, тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене профессилĕ уявпа тата çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Çăмăл мар ĕçĕрте çирĕп сывлăх, тÿсĕмлĕх, ăнăçу сунатăп. Çемйĕрсенче яланах килĕшÿлĕхпе ăнланулăх, юрату тата электроçутă хуçалантăр.
«Ял учителĕ» программа шайĕнче ялти вĕрентекенсене парăнакан федераллă тÿлеве 55 çулчченхи учительсем çеç тивĕçме пултарĕç. Программăн условийĕсене РФ Çут ĕç министервин официаллă ăнлантару çырăвĕнче туллин уçса панă. Ведомствăн «Ял учителĕ» программа ача сачĕсенчи воспитательсемпе ытти педагогика ĕçченĕсене (вĕрентекенсемсĕр пуçне) пырса тивменнине те палăртнă. «Учитель» хăй тĕллĕн ĕçлекен должность шутланать. Çавăнпа ытти педагогика ĕçченĕсем çак программăна хутшăнма пултараймаççĕ» тенĕ çырура. Унсăр пуçне педагогика ĕçченĕсен списокне те хатĕрленĕ. Унта‚ вĕрентекенсемсĕр пуçне‚ воспитательсем‚ трудпа физкультура инструкторĕсем‚ концертмейстерсем‚ логопедпа методистсем‚ музыка ертÿçисем‚ хушма вĕрентÿ вĕрентекенĕсем‚ педагог-библиотекарьсем‚ педагог-психологсем тата социаллă педагогсемпе тренер-преподавательсем кĕреççĕ. 2019 çулхи февраль уйăхĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин Федераллă Пухăва янă çырура ялсемпе пĕчĕк хуласене ĕçлеме килекен педагогсем валли «Ял учителĕ» программа хута яма сĕннĕ. Кунта ялсемпе рабочи поселоксем, хула евĕр поселоксем тата пĕчĕк хуласем (вĕсенче пурăнакансен шучĕ 50 пинтен ытла пулмалла мар) пирки сăмах пырать. Программăна декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕрлесе пĕтермелле. 2020 çултан ăна пурнăçа кĕртĕç. #ВладимирПутин https://ursas.rbsmi.ru/news/yalti-v-rentekensene-par-nakan-t-leve-55-ula-itichchenkhi-uchitelsem-e-t... Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Анат Камăри 34-мӗш номерлӗ гимназире куллен тӗрлӗ мероприятисем ирттерсех тăраççӗ. Ак, нумай пулмасть унта Халăхсен туслăхӗн фестивалӗ иртрӗ. Вăл гимназире кашни çулах иртекен мероприятисенчен пӗри. Фестиваль пуçланиччен кашни класа пӗр-пӗр халăха суйласа илме май параççӗ. Вара гимназистсем суйласа илнӗ халăха «презентацилеççӗ» - çак халăх çинчен каласа параççӗ: вӗсен культури, историйӗ,... ❮ ❯ Анат Камăри 34-мӗш номерлӗ гимназире куллен тӗрлӗ мероприятисем ирттерсех тăраççӗ. Ак, нумай пулмасть унта Халăхсен туслăхӗн фестивалӗ иртрӗ. Вăл гимназире кашни çулах иртекен мероприятисенчен пӗри. Фестиваль пуçланиччен кашни класа пӗр-пӗр халăха суйласа илме май параççӗ. Вара гимназистсем суйласа илнӗ халăха «презентацилеççӗ» - çак халăх çинчен каласа параççӗ: вӗсен культури, историйӗ, апат-çимӗçӗ, йăли-йӗрки, паллăрах çыннисем пирки те каласа хăвараççӗ, юлашкинчен вара пӗр-пӗр илемлӗ номер: е юрă, е ташă кăтартса параççӗ. Кăçал чăваш, вырăс,белорус, армян, азербайджан, мари, чикан,удмурт, молдаван, кӗрешӗнсем çинчен каласа кăтартрӗç ачасем. Раштав уйăхӗн 1-мӗшӗнче вара гимназире черетлӗ тӗлпулу иртрӗ. 28 çул каялла çак кун хулари чăвашсем Наталья Александровна Зотеева тăрăшнипе чăвашсен ентешлӗхне пуçтарнă. « Тамаша» халăх театрӗ, «Шăнкăрав» ансамбль артисчӗсем, ветерансем, шкул ӗçченӗсем Анат Камăри чăваш обществине йӗркелекенсене те аса илсе хăварчӗç: Н.А.Атряскина, Б.П.Никитина, Н.А.Зотеевăна, Н.Я.Пильщикова... Шел пулин те, Н.А.Зотеевăпа Н.Я.Пильщиков чирленӗ пирки çак уява килменччӗ. Чăваш центрӗн хастарӗсем çитес çул валли плансем те палăртса хучӗç, иртекен çулăн ӗçӗсене пӗтӗмлетрӗç, Г.А.Ляхова кăçалхи юбилярсене Тав хучӗ парса чысларӗ: Д.И.Храмовпа С.А.Иванова - 80 çулхи, А.В.Илюхина - 70 çулхи юбилей ячӗпе. Чăваш юрри те янăрарӗ çак каç, чăваш ташши те савăнтарчӗ пурне те.
Çак хисеплĕ паллă çын пурнăç çулĕпе автозаводри ахаль рабочирен пуçласа Ульяновск облаçĕнчи шалти ĕçсен управленийĕн пĕр подразделенийĕн ертÿçи таранччен утса тухнă. Тĕллев патне çывхарма мĕн кирлине тата пурнăç телейĕ мĕнре пытарăннине аван пĕлет вăл. Маншăн Петр Петров полковник хăйнеевĕр çын. Унпа сехетшер ларса темĕн çинчен те калаçма, политикăри ыйтусене сÿтсе явма пулать. Петр Ивановичпа хăрпăр шухăш çинче тăма, шÿтлеме, хăйĕн çинчен мĕн шухăшланине пĕтĕмпе калама юрать. Вăл шăппăн çеç итлесе лармасть, хăй те тивĕçлĕн хуравлама пĕлет. Шухăш шăнăрĕ тимĕр пек. Тавлашса çĕнтерме çук фактсем илсе кăтартать. Ĕмĕр тăршшĕпе пысăк вырăнта ĕçленипе мар. Кăмăлĕ хурçă пек çирĕп пулнипе. Макаренко пек шухăшласси унăн кăмăл-туйăмĕнче пайтахранпах. Петр Иванович çынсемпе тÿрĕ кăмăлтан, çынла хутшăнассине мала хурать. Мăнкăмăллăх тени пач та çук ку чăвашра. Туслă çыхăнура эпĕ Петровсен çемйипе, унти лару-тăрупа, еплерех пурăннипе паллашрăм. Вĕсем çурт хăпартса лартрĕç. Унта сывă пурнăç йĕркине пăхăнма пур услови те пур. Стенасем çинче тĕрлĕ çулхи сăнÿкерчĕксем, Хисеп хучĕсем, юлташĕсем панă хаклă парнесем çакăнса тăраççĕ. Ĕмĕр сакки сарлака Петр 1957 çулхи кăрлачăн 9-мĕшĕнче Тутарстан Республикинчи Пăва районĕнчи Раккассинче çуралнă. Ĕç биографийĕ яш 16 çулта чухне Ульяновскри автомобильсем кăларакан заводра пуçланнă. 1975 çултан пуçласа 1981 çулччен – Ульяновскри политехника институчĕн студенчĕ. Икĕ çул Мускав çар округĕнче хĕсметре пулнă. Çарпа политика хатĕрлевĕн отличникĕ пулса офицерсен курсĕсенчен вĕренсе тухнă, аслă лейтенант ятне тивĕçнĕ. Анчах та тĕрлĕ сăлтава пула совет çарĕнче юлман вăл – Ульяновскри Чукун çул районĕнчи уголовлă шырава направлени илнĕ. Каярах шалти ĕçсен управленийĕнче инспекторта, Карсун районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче пуçлăх çумĕнче вăй хунă, Вешкаймăри РОВД пуçлăхĕнче, тивĕçлĕ канăва кайиччен Раççейри шалти ĕçсен министерствинчи Ульяновскри управленийĕн пуçлăхĕн çумĕнче тăрăшнă. 1997 çулта шалти ĕçсен министерствин академине пĕтернĕ. Милици полковникĕ. Ĕмĕт Вешкаймăри тапхăр Петр Петровшăн чи йывăр та тухăçлисенчен пĕри. 33 çулта капитан званипе кÿлĕннĕ вăл çак яваплă ĕçе – районти шалти ĕçсен пайне ертсе пынă, чи хыçалти вырăнтан мала илсе тухнă. Унччен – 15 çулхи ĕç биографийĕ, тата маларах – ачалăхĕ, матрос пулас ĕмĕчĕ. Хăçан-тăр вăл ашшĕ çар морякĕсен паттăрлăхĕ çинчен каласа панине каçса кайсах итлетчĕ. Иван Сергеевич нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçнă, фронтран тельняшкăпа тата бескозыркăпа таврăннă. Петя пĕчĕкрен тинĕс çарĕпе çыхăннă мĕнпур япалана пуçтарнă – почта маркисене, хаçат-журналти статьясене. Çывăрнă чухне те канатсем тăрăх мачта тăррине хăпарнăн курнă. Пĕррехинче тĕлĕкре пиратсемпе çапăçнă. Ун аллинче хурçă çивчĕш, хĕççипе вăл ютсене касать пек. Капитан çÿлте кĕпер çинче тăрса матрос паттăрлăхĕпе мăнаçланать. Анчах та пиратсем Петьăна кĕпинчен ярса илчĕç те ураран ÿкересшĕн. Парăнакансен йăхĕнчен мар вăл – тăрук çаврăнса тăшмана хĕççипе çапасшăн. Анчах ниепле те май килмерĕ. Куçне уçрĕ те умĕнче – амăшĕ. Екатерина Алексеевна ывăлне шкула кайма вăратасшăн. «Анне, тата 5 минут!», – тет вăл кулянса. Элшел вăтам шкулне пĕтерсе Петя Петров аякри çула тухрĕ. Çурçĕр тĕп хулине. Шăп Ленинградра Дзержинский ячĕллĕ аслă çарпа тинĕс училищи вырнаçнă. Тăван килĕнче ывăлĕн йышăнăвне питĕ шăппăн йышăнчĕç. Амăшĕ ачине çула пуçтарчĕ, ашшĕ чунĕнче ывăлĕшĕн мухтанчĕ. Хăтланса пăхтăр. Кĕрсен çемьешĕн кăна мар, мĕнпур тăвансемшĕн, ял-йышшăн та савăнăç пулĕ, кĕреймесен никам та, нимĕн те каламĕ. Мускава çити ларса пымалли вакунпа кайрĕ вăл, çÿле хăпарса выртрĕ те мĕн аниччен чÿречере мĕтлетекен ялхуласем çине пăхса пычĕ. «Мускав-Ленинград» пуйăс ăна хăвăртлăхĕпе тĕлĕнтерчĕ – çеккунтра 20 метр. Ахальтен мар ăна çĕмрен (стрела) теççĕ. Петя чÿрече патĕнчен пăрăнмарĕ. Каç пулттипе те урамаллах пăхрĕ вăл. Чÿрече кутĕнче телефон юписем кăна мĕлтлетсе юлсан та. Экзаменсене парса ачалăхри ĕмĕте çывхартма тытăнма шанса пурăнчĕ йĕкĕт. Анчах та таçта аякри чăваш ялĕнчен килсе чун-кăмăлтан вĕренме ăнтăлакан ачана малалла ирттермерĕç. Петя пуçласа хăй çинче тĕрĕсмарлăх тенине туйса курчĕ: хура лимузинсем килсе яракан çынсен ачисемпе тупăшма вăйĕ те, майĕ те çук ял ачин. Анчах та ĕç-пуç ăнманни чирлеттерсе ямарĕ ăна. Сасартăк вăл юратнă ашшĕ шанса каланă сăмаха аса илчĕ: «Енчен те экзаменсене параймасан кăмăл çирĕплĕхне ан çухат. Тĕллевÿ патне малалла кай, хăюллă пул. Пурнăçра тĕрĕслев сахал мар пулĕ», – терĕ вăл. Таврăнни. Ĕç биографийĕн пуçламăшĕ. Иван Сергеевич ывăлне тарăхса мар, пысăк ăнланулăхпа кĕтсе илчĕ. Чи пĕлтерĕшлине ырана хăвармасăр хулана кайса тивĕçлĕ ĕç шыраса пăхма сĕнчĕ. Вăл вăхăталла çĕнĕ професси – телемастер – çуралса пынă кăна-ха. Петровсем, ашшĕпе ывăлĕ, «Телемастерская» тесе çырнă алăка уçса пĕчĕк пÿлĕме кĕрсе тăчĕç. Çÿлĕксем çинче, пур кĕтесре те телевизор. Иван Сергеевич, ялта шкул директорĕ пулса вăй хураканскер, ĕçе вырнаçакансемпе еплерех калаçмаллине аван ăнланать. Ывăлĕ ашшĕ çурăмĕ хыçĕнче тăнă пулсан та пĕр куçĕпе пуçлăха тинкерчĕ. Лешĕ вара çăмăл чĕлхепе лăпкăн кăна юсавçа çартан таврăнсан çеç йышăнма хатĕррине пĕлтерчĕ. – Тен, шофера вĕренсе пăхăпăр, – ашшĕ çитĕннĕ ачин куçĕнчен тинкерчĕ. Петя пуçĕпе сĕлтрĕ. Хăтланса пăхма хирĕç мар эппин. – Салтакран таврăнсан хаваспах йышăнăпăр, – хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç автомобилистсен клубĕнче. Кÿршĕри чăваш ялĕнчен пысăк, яваплă ĕçпе килнĕ икĕ çын Ульяновскри автомобильсем кăларакан заводăн кадрсен пайне пырса кĕнĕ чухне хĕвел анăçалла пăрăнма та ĕлкĕрчĕ. – Вĕренекен вырăнĕ пур-ха пирĕн, – кăвак куçлă йăм-хура майран кашни сăмахĕнче шанăç пурри палăрчĕ. – Анчах та парти райкомĕн ирĕкĕ кирлĕ. Петя кадрсен пайĕн ĕçченĕ хăйсене ырă суннине çур сăмахранах ăнланчĕ. Хĕрарăм парти çурчĕ ăçта вырнаçнине те кĕскен ăнлантарса ячĕ-çке. Автозавод Петр Петрова пурнăç ани çине кăларни пĕр иккĕленÿсĕр. Кунта вăл хăйĕнпĕрремĕш специальноçне туянчĕ çеç мар, института кайма направлени çĕнсе илчĕ. Унта вара яш ăслăлăх авăрне «чăмрĕ», çĕнĕ юлташсем тупрĕ, волейболла, футболла вылярĕ, бокспа кăсăкланчĕ. Институтăн хăйĕн çар кафедри. Çакă кунта аслă пĕлÿ илекенсене хĕсмете каяссинчен хăтарнă. Анчах та ĕнерхи студент Петр Петров хăйне çара яма тархасласа ыйтрĕ. Тен, кунта вăл пурнăçĕнче пĕрремĕш хут пуласлăх çулне палăртса хурĕ те. Теветкеллĕ çула суйласа илсе йăнăшмарĕ йĕкĕт. Салтакра Мускав çар округĕнче зенит установкисене алла илчĕ. Çур çултанах лейтенант ятне тивĕçрĕ. Командир пулса служба иртме тытăнчĕ. Икĕ çулта пĕр взыскани те пулмарĕ унăн, тавсемпе поощренисем çеç. Çар тивĕçне пурнăçланă хушăра Петр Петров шалти ĕçсен тытăмĕнче ĕçлеме тивĕçлĕ çынсен ушкăнне лекни те пĕр кĕтмен çĕртен пулса тухнă япала мар. Хĕсметре хастарлăх, хăюлăх кăтартни. Тĕрĕссипе, хăй малтанласа ун çинчен пĕлмен те-ха вăл. Киле кайма вăхăт çитсен илтни илĕртрĕ çамрăка, сĕнĕве пысăк кăмăлпа йышăнса Ульяновскри управление çула тухрĕ вăл. Анчах та чи малтан Пăва районĕнчи Раккассине ашшĕ-амăшĕ патне çитсе килмелле. Пĕвĕпе пысăках мар, сарлака хул-çурăмлă аслă лейтенант тăван ял урамĕпе пуçа çавăракан, ÿсĕртсе яракан уçă сывлăшпа киленсе утрĕ. Хапха умĕнче кĕтсе тăракан амăшĕ савăнăç куççульне пытармасăр пуçне ывăлĕн кăкăрĕ çине хучĕ. «Еплерех хăвăрт ватăлаççĕ пирĕн аннесем!» – кĕмĕл тĕслĕ çÿçĕнчен ачашласа амăшне йăвашшăн ыталарĕ ĕнерхи салтак, пит çăмартинчен çепĕççĕн чуптуса халĕпе, сывлăхĕпе кăсăкланчĕ. Çурăмĕ хыçĕнче хăш хушăра шкултан хашкаса чупса килнĕ ашшĕн уттине илтрĕ . – Еплерех паттăр вăл! Тĕреклĕ, – ăшшăн сăмах хушрĕ Иван Сергеевич Петĕрĕн ытамĕнчен тухса. – Çап-çамрăк-ха – аслă лейтенант! Маттур. Маттур. Аннÿпе иксĕмĕр те мухтанатпăр санпа, малашне те çитĕнÿсем сунатпăр. Ĕç картлашкипе Карсун районĕ – Петр Иванович карьеринчи чи пĕрремĕш тĕрĕслев. Пуçлăх çумĕнче вăй хунă май вăл яланах профессионализм теорипе практика опычĕн пĕрлĕхĕ иккенне астуса тăчĕ. Вешкайма районне йышăнсан умне малтанласа вăрттăнлăхра тытнă тĕллев лартрĕ Петров – пур кăтартупа та хыçалта пыракан хутлăха мала кăлармалла. Йĕркелÿ енне çирĕплетрĕ, кадрсемпе ĕçлессине вăйлатрĕ, пĕлменнисене вĕрентрĕ, хăй те пĕлĕвне ÿстерсех тăчĕ. Никама та хăваламарĕ, анчах та кашни службăран шухăшласа, çине тăрса вăй хунине, тăрăшулăх ыйтрĕ. Хура ĕçрен хăрамасăр пур синкерлĕ кăткăс пулăма хăй çитсе курчĕ, тимлĕн тишкерчĕ. Малтанхи икĕ çул хăрушă тĕлĕкри пек иртрĕ. Парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ А.Н. Крончев, Вешкайма район администрацийĕн пуçлăхĕ М.С. Агапов хавхалантарчĕç ăна, пулăшрĕç. Милици ĕçне пуçне чикмерĕç вĕсем, анчах та пит тимлĕн сăнарĕç. Кĕçех регионти çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемпе Вешкайма районĕ мала тухрĕ. Чăн-чăн çĕнтерĕве тивĕçрĕ. ШĔМ академийĕнчен вĕренсе тухнă Петр Петров облаçри шалти ĕçсен управленийĕн подразделенийĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлама тытăнчĕ. Паян та стройра вăл – тивĕçлĕ канури милици полковникĕ Петр Иванович Петров, юратакан кукаçей тата асатте. Çак кунсенче ăна юбилейпа саламласа «ШĔМ ветеранĕсен Хисеп Палли» кăкăр палли парса чысланă. УОЧНКАн Ульяновскри Ленин районĕнчи уйрăмне ертсе пырать, туслăха хаклама пĕлет, çивĕч ăсĕпе, пысăк тавракурăмĕпе уйрăлса тăрать. Петр Ивановичпа тĕл пулма юрататăп эпĕ. Кÿршĕ ялтан пулнипе те мар, ÇЫН пулнипе.
Авăркас районĕнчи Юламан ялĕнче пурăнакан Тăван çĕршывăн аслă вăрçин çулăмĕ витĕр тухнă хисеплĕ те хаклă ветерана, республикăри чи аслă та пултаруллă журналиста, «Урал сасси» хаçата йĕркелесе яракансенчен пĕрне Александр Васильевич ФЕДОРОВА95 çулхи юбилей ячĕпе! Эсир пунăçра хурипе шуррине сахал мар курнă, çавăнпа та пурнăç хакне питĕ лайăх ăнланатăр. Апла пулсан пирĕн, çамрăксен, сиртен вĕренмелли, ăша хывмалли çителĕклех. Хисеплĕ шур сухалăмăр, сире чаплăран та чаплă юбилей ячĕпе саламласа хурçă пек çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ те тивĕçлĕ ватлăх, тăнăçлăхпа телей сунатпăр, пирĕн хаçат аталанăвĕшĕн тунă пархатарлă ĕçсемшĕн сирĕн умăрта çĕре çити пуç таятпăр. Сума суса – «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсемпе тусĕсем. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Çĕнĕ çул пуçланнăранпа тăватă кун çеç иртрĕ пулин те, çак кĕске вăхăт хушшинче Пушкăртстанра 80 пушар пулнине шута илнĕ. Вĕсенче 6 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Мĕнпур инкексен 90 проценчĕ çынсем вут-çулăмпа асăрханса усă курманнине тата электрохатĕрсемпе кăмакасене çутнă-хутнă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхманнине пула килсе тухнă тесе пĕлтерет регионти Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕ. Çĕнĕ çул пуçланнăранпа тăватă кун çеç иртрĕ пулин те, çак кĕске вăхăт хушшинче Пушкăртстанра 80 пушар пулнине шута илнĕ. Вĕсенче 6 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Мĕнпур инкексен 90 проценчĕ çынсем вут-çулăмпа асăрханса усă курманнине тата электрохатĕрсемпе кăмакасене çутнă-хутнă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхманнине пула килсе тухнă тесе пĕлтерет регионти Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕ. Çăлавçăсем асăрхануллă пулма сĕнеççĕ: - кил-çуртра, хваттерте сигарет ан туртăр, çавăн пехех пирус-чикарккă тĕпĕсене балконсемпе лоджисем çинчен ан пăрахăр; - электричество пралукĕсен изоляцийĕ пăсăлнă пулсан унпа усă курмалла мар, пĕр розетка патне темиçе хăватлă электроприборсем чикме е çыхăнтарма юрамасть, заводсенче туса кăларна электрохатĕрсемпе çеç усă курăр; - килтен тухса кайна чухне электроприборсене, газ плитисене тата ытти хатĕрсене сÿнтерме тăрăшăр; - пĕчĕк ачасене аслисемсĕр ан хăварăр, вĕсене кăмакасемпе газ плитисене чĕртме ан хушăр, электроприборсене хускатма ирĕк ан парăр. Шăрпăксемпе зажикалкăсене тата вут-çулăмран хăрушă япаласене ачасенчен аяккарах пытарăр. Юрий МИХАЙЛОВ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Чăваш Енри Елчӗк районӗнчи хӗрарăмсен канашӗ (ертӳçи Г.Анисимова) нумай пулмасть «Леди-водитель» авточу­пăв­­не ирттерчӗ. Вăл, пӗрре­мӗш хут пулсан та, куллен те­нӗ пекех руль умне ларакан чылай хӗр-хӗрарăма хăйсен ăсталăхӗпе пултарулăхне кă­тарт­ма хистерӗ. Палăртнă мар­шрутпа килӗшӳллӗн, вӗсем пурте район центрӗнче çуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Геройӗсен А.Ф. Беляевпа Н.И. Иванов ячӗллӗ урамсемпе иртнӗ.... ❮ ❯ Чăваш Енри Елчӗк районӗнчи хӗрарăмсен канашӗ (ертӳçи Г.Анисимова) нумай пулмасть «Леди-водитель» авточу­пăв­­не ирттерчӗ. Вăл, пӗрре­мӗш хут пулсан та, куллен те­нӗ пекех руль умне ларакан чылай хӗр-хӗрарăма хăйсен ăсталăхӗпе пултарулăхне кă­тарт­ма хистерӗ. Палăртнă мар­шрутпа килӗшӳллӗн, вӗсем пурте район центрӗнче çуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Геройӗсен А.Ф. Беляевпа Н.И. Иванов ячӗллӗ урамсемпе иртнӗ. Комисси мала тухнисене ятарласа палăртман, диплом е пре­ми те паман. Анчах авточупу епле иртнине тимлӗн сăнанă полици уйрăмӗн çул-йӗр инспекцийӗн сотрудникӗсем - А.Во­ронцовпа П. Рубцов - ав­то­чупăва хутшăннă хӗр-водитель­сенчен ытларахăшӗ хăйсен «хурçă учӗсене» çирӗп тытнине тата çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн йӗркисене арçынсенчен кая мар пӗлнине палăртнă.
Январӗн 19-мӗшӗнче Хусанта пусахласа укçа илекен икӗ Саратов çыннине тытса чарнă. Йӗрке хуралçисем палăртнă тăрăх, 2017 çулхи март уйăхӗнченпе çак преступниксен ушкăнӗ Хусанти пӗр организацин ертӳçисенчен вӗлерессипе, вăрласа каяссипе тата СПИД ертессипе хăратса 20 миллион тенкӗ укçа пусахласа илнӗ. Хăйсем шӳтлеменнине вара хăрушă видеосем кăтартса ӗнентерсех тăнă. Илнӗ сумма та... ❮ ❯ Январӗн 19-мӗшӗнче Хусанта пусахласа укçа илекен икӗ Саратов çыннине тытса чарнă. Йӗрке хуралçисем палăртнă тăрăх, 2017 çулхи март уйăхӗнченпе çак преступниксен ушкăнӗ Хусанти пӗр организацин ертӳçисенчен вӗлерессипе, вăрласа каяссипе тата СПИД ертессипе хăратса 20 миллион тенкӗ укçа пусахласа илнӗ. Хăйсем шӳтлеменнине вара хăрушă видеосем кăтартса ӗнентерсех тăнă. Илнӗ сумма та çителӗксӗр пек туйăннă ахăр тата 15 миллион тенкӗ пама ыйтнă. Анчах та предпринимательсем хальхинче кун çинчен йӗрке хуралçисене пӗлтернӗ. Январӗн 19-мӗшӗнче Горьковское шоссе çывăхӗнчи Суту-илӳ центрӗ патне укçа илме икӗ арçын килнӗ. Предприниматель укçана парсанах пӗрне йӗрке хуралçисем ярса та тытнă. Преступниксен ушкăнӗн 35-ри ертӳçи çакна асăрхасанах хăйӗн машинипе вырăнтан тарса пытанма хăтланнă, СОБР сотрудникне çаклатса 50 метрах сӗтӗрсе кайнине çине те тимлӗх уйăрман. Росгварди ӗçченӗ пăшалпа пӗрсе амантсан та вырăнтан çухалма пултарнă-ха вăл, анчах пурпӗр тарайман. Машинин çулне Залесныйӗнчи суту-илӳ центрӗ патӗнче пӳлнӗ. Хăйне тытса чарнă, хальхи вăхăтра больницăра. Йӗрке хуралçисем пӗлтернӗ тăрăх, арçын маларах та пӗрре мар судпа айăпланнă-мӗн. Хальхи вăхăтра çак факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, следстви пырать, ушкăнри ытти престпуниксене шыраççӗ.
Çӗнӗ çул умӗн Тюмень тăрăхӗнчи чăвашсем валли Тюмень хулинчи «Строитель» Наци культурисен Культура керменӗ çумӗнчи чăваш уйрăмӗн ертӳçи Надежда Николаевна Омельченко «Юрлакан чӗресем» концерт программи хатӗрленӗ. Тюмень чăвашӗсене хулари «Тăван», Горьковка ялӗнчи «Çеçпӗл» ансамбльсем тата «Ентешлӗх» наци культурин фончӗ пулăшнипе Надежда Горбушина, Галина Григорьева, Татьяна Данилова юрă-ташăпа савăнтарнă. Çаплах хулари... ❮ ❯ Çӗнӗ çул умӗн Тюмень тăрăхӗнчи чăвашсем валли Тюмень хулинчи «Строитель» Наци культурисен Культура керменӗ çумӗнчи чăваш уйрăмӗн ертӳçи Надежда Николаевна Омельченко «Юрлакан чӗресем» концерт программи хатӗрленӗ. Тюмень чăвашӗсене хулари «Тăван», Горьковка ялӗнчи «Çеçпӗл» ансамбльсем тата «Ентешлӗх» наци культурин фончӗ пулăшнипе Надежда Горбушина, Галина Григорьева, Татьяна Данилова юрă-ташăпа савăнтарнă. Çаплах хулари «Казачата» ача-пăча ушкăнӗ те хăйӗн пултарулăхне кăтартса концерта илем кӳнӗ. Куракансем çаплах Наталья Славина çырнă юрăсемпе паллашнă. Ксения Кучкильдинова та хăйӗн уçă сассипе чăвашла юрăсем шăрантарнă. Мария Байкалова сăвăç вара пурне те Çӗнӗ çул уявӗпе саламласа хăйӗн сиввисене вуланă.
Ял хуçалăх тытăмне паян пат­шалăхри патшалăхпа тан­лаштарма пулать. Респуб­ли­кăри ака çӗрӗсемпе уй-хирсене пысăк компанисемпе холдингсем тах­çанах пайласа пӗтернӗ ӗнтӗ. Тутарстанра çӗршывӗпе илсен ял хуçалăх кăтартăвӗсем япăх маррине шута илсен çак пулăма лайăх тесе йышăнмалла. Тепӗр енчен, çитменлӗхсем те пур. Ялта пурăнакан çын çӗр хуçи мар. Ӗç çуккипе, ытларах арçынсем, ют... ❮ ❯ Ял хуçалăх тытăмне паян пат­шалăхри патшалăхпа тан­лаштарма пулать. Респуб­ли­кăри ака çӗрӗсемпе уй-хирсене пысăк компанисемпе холдингсем тах­çанах пайласа пӗтернӗ ӗнтӗ. Тутарстанра çӗршывӗпе илсен ял хуçалăх кăтартăвӗсем япăх маррине шута илсен çак пулăма лайăх тесе йышăнмалла. Тепӗр енчен, çитменлӗхсем те пур. Ялта пурăнакан çын çӗр хуçи мар. Ӗç çуккипе, ытларах арçынсем, ют çӗрте ӗç шыраççӗ. Ял çынни выльăх-чӗрлӗх тытма пăрахни те килӗшӳллӗ мар, фермерсене шута илместпӗр. Юлхавланнипе кăна çыхăннă-ши ку? Паллах, çук. Тӗрӗссипе, этем тӗшӗ ӗмӗрсем иртсен те пит улшăнсах пымасть, мӗншӗн тесен социаллă хутшăнусем, тӗп хаклăхсем, наукăпа техника прогресӗ çӳллӗ шайра аталансан та çитменлӗхсемпе проблемăсем çавах. Çынна хуть хăçан та ӗç кирлӗ, çапла майпа вăл обществăри харпăр вырăнне палăртать. Ялта çуралса ӳснӗ çынсемех паян ял хуçалăхӗнчен писнишӗн патшалăх политики яваплă. Çамрăксене ялта хăварма ӗмӗтленеççӗ, анчах çакăншăн сахал ӗçлеççӗ. Çапла, ялта ӗçлеме килӗшнӗ çамрăк специалистсене пулăшу парассипе чылай программа ӗçлет. Анчах ку çителӗксӗр. Паянхи çамрăка ялта тăвăр. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ял инфраструктури япăх аталаннă. Газ, шыв кӗни, çул пурри кăна халӗ çителӗксӗр, ял сăн-сăпачӗ те саманана кура улшăнса пымалла: парксем те, кинотеатр та, спорткомплекс тата ытти те пулмалла. Ял инфраструктурине аталантармашкăн пуссем мар, реальлӗ укçа уйăрмалла. Темшӗн чиновниксен тӗнчекурăмӗпе ял вăл «я-а-а-л» пулмалла, эппин ял çыннин примитивлă пурнăçпах çырлахмалла. Килӗшместпӗр. Тӗпрен улшăнусем пулмасан пирӗн ялсем ватăлса пырса вуçех пӗтме пултараççӗ. Çак шухăшсем районсене командировкăна кайсан яланах çуралаççӗ. Хам та ялта çуралса ӳснӗрен яла паянхи кун пачах та урăх сăнарлă курас килет: вăйлă, пур енлӗн аталаннă, пуян инфраструктурăллă, сывă атмосферăллă. Ял çыннин пурнăçӗ те тӗрлӗрен пулмалла. Нумай пулмасть Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялӗнче пулса килтӗмӗр. Ку тăрăхри ялсенчен вăл нимӗнпех те уйрăлса тăмасть. Пуринчен ытларах ял хуçалăх ыйтăвӗсем интереслентернипе П.В.Дементьев ячӗллӗ агрофирма пуçлăхӗпе Иван Николаевич Павловпа тӗл пулса калаçрăмăр. Агрофирма Звезда, Алешкин-Саплăк тата Упи ял хутлăхӗсене пӗрлештерсе тăрать. Хăй вара вăл «Ак Барс» АО холдинг компанине кӗрет. Эпир пынă çӗре пысăк ӗçсенчен хуçалăхра сахăр кăшманне кăларса пӗтересси кăна юлнăччӗ. Сăмах май, ăна кунта 983 гектар çинче акса ӳстернӗ. Иван Николаевичпа вăл хуçалăхра пыракан ӗçсене пăхса çаврăнма шутланă вăхăтра тӗл пултăмăр. Пирӗншӗн те ку питӗ майлă пулчӗ, хамăр куçпа курса хаклама пултарнинчен лайăхраххи мӗн пултăр. Пуçлăх машини ял урамӗсем тăрăх çăмăллăн фермăсем енне чупрӗ. Çак хушăра Иван Николаевичпа кăштах ял пурнăçӗ, малашлăхӗ пирки калаçса илтӗмӗр. Ун сăмахӗсенчен пурнăç кунта та пӗр вырăнта тăманни, ырă улшăнусем пурри палăрчӗ, социаллă пӗлтерӗшлӗ çӗнӗ объектсем те туса лартнă ялта. - Эп ӗмӗр тăршшӗпе тенӗ пек ял хуçалăхӗнче ӗçлетӗп, ертӳçӗ стажӗ кӗçех 20 çул пулать. Агрофирма пирӗн çулталăк çурă кăна ӗçлет-ха. Малтан кунта «Березка» тулли мар яваплăхлă общество тата тем-тепӗр пулнă, ӗçе йӗркелеме пӗлменнипех пулӗ панкрута тухнă. «Ак Барс» холдинг хуçалăха хăй çине илчӗ, сахал мар укçа-тенкӗ хыврӗ вăл унăн аталанăвне. Чи малтан ӗç укçипе парăмсене парса татма тиврӗ, вăл 10 миллион тенкӗпе танлашнăччӗ ӗнтӗ. Ял халăхӗ те ӗçрен сивӗнме пуçланăччӗ, шанма пăрахнипе. Халӗ ӗç укçине вăхăтлă тӳленине кура шанчăкпа пăхма пуçларӗç. Ӗлӗкхипе танлаштарсан халӗ самай çăмăлрах, ГСМ, удобрени проблемисене пӗлместпӗр, кун пирки йăлтах инвестор шутлать, - терӗ Иван Николаевич. Итлесе пыратăн та - çӗнӗлӗхсем пур, вӗсем куçа тӳрех ку­рăнмасан та. Фермăсене юсаса çӗнетни пирки сăмах хускатсан пуçра саманана тивӗçтерекен хальхи суперкомплекссем, автоматизациленӗ ӗç, ятарлă квалификациллӗ специалистсем, хавхалануллă та сывă лару-тăру сăнарӗсем çуралма пуç­ларӗç... Фермăна çитеспе ача чухне курнинчен тем улшăнманни куç тӗлне пулчӗ, витесем патне асфальтлă çул çук, вӗсен сăн-сăпачӗ те ӗлӗкхи евӗрех. Çакна курса-ши Иван Николаевич: - Ку фермăсене йăлт пăрахăçланăччӗ, халӗ çӗнӗрен йӗркелеме тăрăшатпăр, çулне те тума шухăшсем пур, - тесе хучӗ. Тӗрӗсех, çамрăксене илӗртес тесен ӗç вырăнӗ те илӗртӳллӗ пулмалла. Хальлӗхе агрокомплекссемпе холдингсем минималлă хывнă укçа-тенкӗпе максималлă ту­пăш илме тăрăшаççӗ. Ку нумая пымӗ, тем тесен те ӗçлекене чи малтан лайăх условисем туса памалла, ун чухне ӗçлес кăмăл та ӳсӗ. Фермăна кӗрсен кӗтнӗ улшăнусене курма пулчӗ. Эпир пынă вăхăтра кунта тислӗк кăларакан механизма вырнаçтарассипе ӗç пыратчӗ. Иван Николаевич лару-тăрупа паллаштарма пуçларӗ. - Вите 200 ӗне вырнаçмалăх. Сӗт сăвассине йăлтах автоматизациленӗ. Кунта малашне 4 доярка ӗçлӗ, - терӗ хуçалăх ертӳçи кăмăллăн. Сӗт сумалли аппаратпа тӳ­реммӗн çыхăнтарнă вӗр çӗнӗ пăрăхсене курма кăмăллă. Сунă сӗте çын алли пачах та тӗкӗнмест, пăрăхсем тăрăх юхса вăл сӗт блокӗнче пуçтарăнать, кунта сивӗтнӗ хыççăн сӗт комбинатне ăсанать. Сăвăм пӗтнӗ хыççăн пăрăхсем автоматизациленӗ майпа çăвăнса тасалаççӗ, типеççӗ, бактерисем ӗрчесрен хăрамалли çук. Иван Николаевичăн сăма­хӗсемпе, дояркăсен кану пӳлӗ­мӗ те пулать, чей ӗçсе канса илме кирлӗ мӗнпур услови хатӗрлеççӗ. Унсăр пуçне проектпа душпа сауна та пулмалла. Паллах, ветеринари пункчӗ валли те пӳлӗм хатӗрлеççӗ. Строительство ӗçӗсене Çӗпрелӗнчи «Стройблок» тулли мар яваплăхлă общество пурнăçлать. Иван Николаевич палăртнă тăрăх, юсав ӗçӗсен бюджечӗ пӗтӗмпе 3,5-4 миллион тенке ларнă. - Çак кунсенче алăксем лартма, ăшă урай сарма палăртнă. Мӗнпур ӗçсене планпа ноябрь уйăхӗ вӗçленнӗ çӗре туса пӗтермелле, - терӗ хуçалăх ертӳçи ӗçсемпе паллаштарса. Ун хыççăн эпир сӗт блокне кайса куртăмăр. Урайпа паралельлӗ сӗт пăрăхӗсем, тӗрлӗ приборсемпе хатӗрсем ӗç пуçланасса кӗтнӗн туйăнать. Блока кирлӗ технологипе йăлт тивӗçтернӗ, пӳлӗме юсаса хăтлăх кӗртесси кăна юлнă. П.В.Дементьев ячӗллӗ агрофирмăра мăйракаллă шултра выльăх шучӗ 2000 пин пуç шутланать, çавсенчен 800-шӗ сăвăнакан ӗне. Дояркăсен вăтам ӗç укçи 25-26 пин тенкӗпе танлашать. Ялшăн начар мар, тӗрӗссипе, хулара та, тӗслӗхрен, бюджетниксем, пӗчӗк квалификациллӗ специалистсем кун чухлӗ ӗçлесе илеймеççӗ. Апла пулсан çамрăксене ял хуçалăхӗнче ӗçлесе илме май пуррипе те илӗртмелле. Сăмах май, Иван Николаевичпа кун пирки те кăштах калаçса илтӗмӗр. Ун шучӗпе, паян ачасене ӗç воспитанийӗ паманни питӗ япăх пулăм. Атьсем наян, кахал ӳсеççӗ, кӗлетке енчен çемçешке. - Эпир кӗçӗн классенче вӗ­реннӗ чухнех ӗçе кӳлӗннӗ, шкул­та ӗç лагерӗ пулатчӗ, чӗ­кӗнтӗр çумланă, кӗтӳ кӗтнӗ, никам та хуçăлса ӳкмен. Пурте тӗреклӗ те сывлăхлă ӳснӗ. Халӗ вӗт ачасене ӗçе явăçтарма закон хирӗçлет. Сăра ӗçме вара вӗсен ирӗк пур, ӗçлеме юрамасть, - хӗрӳлленсе калаçрӗ Иван Николаевич. Хуçалăх ертӳçи кахаллăха чăтма пултарайманни уççăн курăнать. Кăвак çутăпа тăракан çынран урăххине кӗтмелле те мар пуль. Иван Николаевичăн ӗç кунӗ ирхине 4-ра пуçланать те каç пулсан тин вӗçленет. - Кун епле иртнине те сиссе юлма çук, ирех тăратăн та ӗçе васкатăн, сăвăм ир пуçланать. Унтан ытти ӗçсем, хăш чух ирхи апат тума та мансах каятăн, - тет вăл кулса. П.В.Дементьев ячӗллӗ агрофирма выльăх-чӗрлӗх ӗрчетнисӗр пуçне çӗр ӗçӗпе те ăнăçлă ӗлкӗрсе пырать. Агрофирмăн çӗр лаптăкӗ 8 пин гектарпа танлашать, çавсенчен 4 пинӗ çинче тырпул, 1 пинӗ çинче сахăр чӗкӗнтӗрӗ, ыттинче вара выльăх-чӗрлӗх апачӗн культурисене ӳстереççӗ. - Кăçал тырпул тухăçӗ пӗр гектартан 20 центнерпа танлашрӗ, ӗмӗтленнине пурнăçлама типӗ çанталăк чăрмантарчӗ. Сахăр чӗкӗнтӗрӗ пирки те пăшăрханма тиврӗ, вăл малтанласа пачах та ӳсмесӗр выртрӗ, сентябрь уйăхӗнчи çумăрсем кăна вăй илме пачӗç, - каласа парать Иван Николаевич. Пӗтӗмлетсе каласан, П.В.Дементьев ячӗллӗ агрофирмăра ӗçсем начар мар пурнăçланса пыраççӗ. Хуçалăх пӗр вырăнта тăманни, улшăнусем пурри ял тӗрекленсе пырасса шанчăк кӳреççӗ. Маларах çырнă пек улшăнусем тӳрех куçа тăрăнмасан та, вӗсем пур. Чи кирли - ял çынни хăй пурнăçӗ çине çӗнӗлле, хуçалла пăхма пуçлатăр. Тен, архаизмла илтӗнет пуль те, анчах çăкăр ӳстернинчен сăваплăрах ӗç çук, ялсăр хула пурнаймасть. Апла пулсан ял хуçалăхӗн аталанăвне патшалăх енчен тата та ытларах тимлӗх, тӗрев кирлӗ. Сумлă ӗçчене - тивӗçлӗ пурнăç пултăр!
Ăна регионсем хушшинче пултаруллă ачасен академилле вокал ăсталăхне аталантарас, вокалпа хор произведенийĕсене анлă сарас тĕллевпе йĕркеленĕ. «Янăравлă сасăсем» конкурса Шупашкар хула администрацийĕн культура тата туризм управленийĕ, Шупашкарти 2-мĕш ÿнер шкулĕ наци библиотекипе Чăваш наци конгресĕ пулăшнипе ирттерчĕ. Ку конкурс ҫамрӑксен пултарулӑхне малалла аталантарнипе пӗрлех, халăхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетмелли мел пулса тӑчӗ. Унӑн программи чӑннипех те пуян пулчĕ. Кунта пӗтӗм тӗнчипе паллӑ композиторсемпе поэтсен: Бетховенӑн, В. Гетен, Г Бюргерӑн (Германи), Ф. Шопенӑн (Франци), П. Чайковскин (Раҫҫей), Э.Григăн (Норвеги) хайлавӗсем ҫеҫ мар, Ф. Лукин, Г. Хирпÿ, Ю. Кудаков, В. Салихова, Л. Чекушкина чӑваш композиторӗсен юрри-кӗввисем те хӑватлӑн янăрарӗҫ. Ача-пăча пултарулăхне сумлă жюри пысӑк хак пачӗ. Чи лайӑх юрлакансене тата ертсе пыракансене, вӗрентекенсене, концертмейстерсене тав хучӗсепе чысларĕç. Фестивале хутшӑннӑ ытти ачасене дипломсемпе хавхалантарчӗҫ. Фестиваль вăхăтĕнче фойере республикӑри тӗп вулавӑшăн «Мерчен» юрӑ-кӗвӗ тӗпелӗн «Чуна уҫакан юрӑсем» кӗнеке тата нотӑпа медиаизданисен куравӗ ĕçлерĕ. Ҫамрӑк «ҫӑлтӑрсем» куракансене пултарулӑхӗпе тӗлĕнтерчӗҫ кăна мар, ырӑ та хавас кӑмӑл-туйӑм парнелерӗҫ. Фестиваль-конкурса хутшӑннă уйрăм ачасене тата пултарулӑх ушкăнӗсене Чӑваш наци конгресӗн культура комитетчӗн хастрӗсем чун-чӗререн саламларӗҫ, ҫирӗп сывлӑх, ҫӗкленӳллӗ кӑмал-туйӑм тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунчӗҫ.
Вырма ĕçĕн юлашки тапхăрĕ уй-хирти хĕвел çаврăнăшне пухса илессипе çыхăннă. Ытларах чухне ăна ноябрь уйăхĕнче пурнăçлаççĕ. Авăркас районĕнчи «Дружба» СПКра çак кунсенче асăннă культурăна пухса илсе ĕççине вĕçленĕ. Хуçалăхра типĕ те уяр кунсем тăнипе вăхăтра усă курса юлнă. Кооператив ертÿçи Зилявир Максютов каланă тăрăх, хĕвел çаврăнăш лаптăкĕ пĕтĕмĕшле 577 гектар йышăннă. - Вăтам тухăç савăнтарать, гектартан 24,2 центнер тухрĕ. Ытларах пысăк тухăç паракан гибридлă «Тристан» тата «Майсадура» сортсене акса хăварнăччĕ. Вĕсем 50 % таран çу пама пултараççĕ, - тет вăл. Хуçалăхра эпир хĕвел çаврăнăшне юлашки гектарсем çинчен пухса илнĕ кун пултăмăр. Юлдашево ялĕ хыçĕнчи уйра, вăл кооперативăн тĕп ялĕнчен – Сементен – 20 çухрăмра вырнаçнă, хĕрсе ĕççи пыратчĕ. Тăватă «Акрос» комбайн пĕрин хыççăн тепри çаврăм туса çу кунĕсенчи пекех хăйсем хыççăн тусан кăларса хăвараççĕ. Валимзян Ярмухаметов, Айдар Галлямов, Дмитрий Петров, Камиль Нигматзянов комбайнерсем иртенпе штурвал умĕнчен кайма пĕлмеççĕ. - Юлашки шутлă гектарсем юлчĕç. Паян ĕçе вĕçлемелле,- терĕç вĕсем. (Каярах механизаторсем хăйсем каланă сăмаха пурнăçа кĕртни паллă пулчĕ). Çĕнĕ тырпула комбайн бункерĕсенчен пушатса автомобильсем çине куçараççĕ, чĕр тавара Сементи йĕтем çине турттараççĕ. Кунта Юрий Иванов, Алексей Кириллов, Ризат Максютов, Рафик Зиганшин, Фарит Байманов водительсем тăрăшулăх кăтартаççĕ. Куллен уйран 150-180 тонна хĕвел çавранăш кĕрет. Тĕрĕссипе, йĕтем çинчи тухăçа тасатса сăвăрнă хыççăн Чишмари çу заводне ăсатмалла, анчах та кунта чĕр тавар ытлашши пулнипе йышăнса ĕлкĕреймеççĕ. Çавна пула дружбăсем калаçса татăлнă тăрăх, хальлĕхе хĕвел çавранăшне Рощинский элеваторне ăсатаççĕ. Ял хуçалăх кооперативĕнче çак вăхăтрах уй-хире тислĕк кăларассине те йĕркеленĕ. Ăна Шланлăри сĕт-çу ферминчен турттараççĕ. Çак ĕçе пурнăçлама 15 единица техника уйăрнă. Ытларах «Беларусь» тата Т-150 тракторсемпе усă кураççĕ. Тислĕке «Строймеханизация» ОООран илсе килнĕ «Вольво» экскаваторпа тиеççĕ. Пĕтĕмĕшле уй-хире 10 пин ытла тонна органикăллă удобрени кăларнă. Сăмах май, кăçалхи июнь уйăхĕнче анасене 25 пин тонна тислĕкпе апатлантарнă. Валерий АЛЕКСЕЕВ. Авăркас районĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Пăва районӗнчи Лащăпуç - тутар ялӗ. Унта 200 киле яхăн. Чăн та, ытти чылай çӗрти пекех, пушă ларакан çуртсем те (уйрăмах хӗлле) çук мар. Апла пулин те унти тӗп шкул çирӗпех тытăнса тата нумай тӗрлӗ ырă ӗçпе палăрса тăрать. - Пирӗн патăрта, тӗпрен илсен, чăваш çамрăкӗсем вӗренеççӗ, - пысăках мар... ❮ ❯ Пăва районӗнчи Лащăпуç - тутар ялӗ. Унта 200 киле яхăн. Чăн та, ытти чылай çӗрти пекех, пушă ларакан çуртсем те (уйрăмах хӗлле) çук мар. Апла пулин те унти тӗп шкул çирӗпех тытăнса тата нумай тӗрлӗ ырă ӗçпе палăрса тăрать. - Пирӗн патăрта, тӗпрен илсен, чăваш çамрăкӗсем вӗренеççӗ, - пысăках мар коллективпа паллаштарать шкул директорӗ, педагогика ветеранӗ И.И. Шарфутдинова. -17 учительтен пӗри аслă, вун иккӗшӗ пӗрремӗш квалификациллӗ вӗрентекенсем. Çамрăксене тарăн пӗлӳ илме тата ăс пухма пурте çителӗклӗ: вун виçӗ вӗренӳ кабинечӗ, ятарлă компьютер класӗ, технологи мастерскойӗ. Лайăх библиотекăпа столовăй та, спорт залӗ те пур. Ачасем тутарла та, чăвашла та, вырăсла та калаçни илтӗнет. Акăлчан чӗлхине те пикенсех вӗренеççӗ.
Пуш сăмах çапса мар, ӗçпе çирӗплетеççӗ чăн ертӳçӗсем халăхра хăйсен пӗлтерӗшне. Ак, тӗслӗхрен Хусанти Çу комбиначӗн директорӗсен канашӗн председателӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Самаренкин, тăван чӗлхепе, тен, илемлех калаçаймасан та, республикăри чăвашсен аталанăвӗшӗн тунă ӗçӗсемпе тӗлӗнтерме пăрахмасть. Хӗлле 4 районра чăваш ачисене тӳлевсӗр спектакльсем кăтартрӗ. Пӗтӗмраççейри «Уяв» умӗн районсенчи... ❮ ❯ Пуш сăмах çапса мар, ӗçпе çирӗплетеççӗ чăн ертӳçӗсем халăхра хăйсен пӗлтерӗшне. Ак, тӗслӗхрен Хусанти Çу комбиначӗн директорӗсен канашӗн председателӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Самаренкин, тăван чӗлхепе, тен, илемлех калаçаймасан та, республикăри чăвашсен аталанăвӗшӗн тунă ӗçӗсемпе тӗлӗнтерме пăрахмасть. Хӗлле 4 районра чăваш ачисене тӳлевсӗр спектакльсем кăтартрӗ. Пӗтӗмраççейри «Уяв» умӗн районсенчи чăваш центрӗсене фольклор тумӗсем илсе пачӗ, пуринчен нумайрах нурлатсене (250 комплект) тиврӗ ку кучченеç. Çыравçăсене тӗрев парать, пултарулăх конкурсӗсене, йăлари уявсене те ирттерме пулăшать. Каппайланмасăр, хăйне пысăка хумасăр, çапла кирлӗ пек. Статусне çӗклеме ăна çумӗнче генералсем пулни кирлӗ мар. Уяв кунӗ Нурлат районӗнчи Ерепьелӗнче уçăлнă Культура çурчӗ валли те ЧНКА ятӗнчен 50 пин тенкӗ пама пулчӗ автономи ертӳçи. «Уявра» та ылтăнпа тӗрленӗ шупăрпа мар, фольклор ансамблӗсем валли илсе панă арçын кӗпипе çӳрерӗ. Нурлата вертолетпа вӗçсе килсен те халăха çывăхрах, çынсем хушшинче пулса кăмăлтан савăнасшăн. Мӗнле хисеплемӗн кун пек этеме? Тепӗр çул «Уява» тата чаплăрах тăвас шухăшне пӗлтерчӗ Дмитрий Самаренкин, вăл Тутарстанри чăвашсен чăн лидерӗ пулнине çирӗплетрӗ тесе шутлатăп.
Лару-тăруран тухма çуккипе алă усăннă самантсенче шанăç телефонӗ пулăшать. Çыхăнăвăн тепӗр енче шанăç кам парать-ха? Паян шăпах çавсем çинчен каласа парăпăр. Шанăç службин ертӳçи Республикăри наркологи диспансерӗн йышăнакан уйрăмӗн ертӳçи Анатолий Сидимиров шутсăр ӗçлӗ пулсан та уçă çын, тӳрех пӗр чӗлхе тупма пулать унпа. Вăл нумай çул ахаль тухтăр пулса... ❮ ❯ Лару-тăруран тухма çуккипе алă усăннă самантсенче шанăç телефонӗ пулăшать. Çыхăнăвăн тепӗр енче шанăç кам парать-ха? Паян шăпах çавсем çинчен каласа парăпăр. Шанăç службин ертӳçи Республикăри наркологи диспансерӗн йышăнакан уйрăмӗн ертӳçи Анатолий Сидимиров шутсăр ӗçлӗ пулсан та уçă çын, тӳрех пӗр чӗлхе тупма пулать унпа. Вăл нумай çул ахаль тухтăр пулса ӗçленӗ, шанăç телефонӗ çине шăнкăравлакансене те пулăшнă. Халӗ те-ха хăш чухне, юнашар пулсан, шанăç телефонӗн трубкине хăй тытать. - «Шанăç телефонӗ» пирӗн йышăнакан уйрăмăн номерӗ, çавăнпа мӗн пулса иртнине яланах пӗлетӗп. Кунта талăкӗпех медицина сестрисемпе тухтăрсем графикпа дежурство иртеççӗ. Ывăл ӗçке ерчӗ пулсан... Акă вăл шанăç телефонӗ, шурă тӳмеллӗ ахаль телефон аппарачӗ. Ун умӗнче паян 11 çул ӗç стажӗллӗ Елена Десятина. «Шăнкăравсем тӗрлӗрен, - тет вăл. - Мӗнле туртма пăрахмалли çинчен те ыйтаççӗ. Çапах та ытларах: «Ывăлăм (атте, тете, хăта) ӗçке ерчӗ, пулăшăр!» - теççӗ. Акă нумаях пулмасть çамрăк хӗрарăм йӗре-йӗре шăнкăравларӗ, тетӗшӗ наркотикпа усă курма тытăннă, киле сӗрӗм пек килсе кӗрет те, тем ăнланмалла мар япаласем курать иккен. Кун пек чухне тарăхса çитнӗ тăванӗсем тарăхтарса чуна илекене больницăна хурасшăн. Хăйсем вара кун çинчен ыттисем пӗлесрен хăраççӗ. Кашнине пулăшма тăрăшатпăр. Патшалăх гарантийӗпе килӗшӳллӗн, пирӗн патра тӳлевсӗр медицина пулăшăвӗ илме пулать, анчах та ун чухне пациента нарколог учета тăратать. Тепӗр мел те пур - анонимлă, ун чухне вăл килӗшӳ туса сипленет. Экстреннăй чӗнӳ Елена сăмахӗсем тăрăх, çынсем вӗсенчен оперативлă хурав кӗтеççӗ. Мӗншӗн тесен çынсенчен нумайăшӗ çак номерпе экстреннăй лару-тăру чухне шăнкăравлаççӗ. Вăл 911 пекех, мӗн-тӗр тумашкăн хăвăрт йышăну тумалла. Тӗслӗхрен, нумай пулмасть пӗр хӗрарăм шăнкăравланă та: «Вăл килте йăлтах çӗмӗрсе пӗтерчӗ, хăйне хăй суранлатрӗ. Мана хăрушă, мӗн тумалла?!» - тенӗ. Елена вӗсене самантрах «васкавлă пулăшу» тата çапăçаканăн усаллăхне кура - полицие чӗнтерме сӗнет. Енчен те ку çын ыттисемшӗн хăрушлăх кăларса тăратать пулсан, больницăна хумашкăн хăйӗнчен ирӗк ыйтса та тăмаççӗ. Калăпăр, пӗр-пӗр çын сире каçхине шăнкăравлать те: «Ман шкапра кам-тăр ларать»,- тет. Эпӗ тӳрех кам ларнине, унта вăл мӗнле лекни çинчен ыйтнă пулăттăм. Анчах та Елена мар. Вăл: «Кала-ха çывăх çыннусем юнашар пур-и? Аннӳ-и, аçу-и, арăму-и?- акă мӗнле унăн пӗрремӗш реакцийӗ. -Унта никам та çук тесе ӗнентерме тăрăшмастăр та-и? - ыйтрăм эпӗ. - Кун пирки эпир унпа диспансерта калаçатпăр. Çыннăн белая горячка пуçланни пире тӳрех паллă вӗт. Эппин ăна васкавлă медицина пулăшăвӗ кирлӗ. Пирӗн тӗллев - хăйне е тăванӗсене «васкавлă пулăшăва» чӗнтерме ӳкӗте кӗртесси, унăн чирлӗ фантазийӗпе анрасси мар. Куçа куçăн Елена хăйне тепӗр хут шăнкăравлаканăн кăмăлне сасă тăрăхах уйăрать. Эппин унăн сӗнӗвӗсем пулăшнă. - Пирӗн алăк урати урлă каçсанах хăйне алăра тытма пӗлменнисен те кăмăлӗ çемçелет. Йăлтах лайăх пуласса тӳрех ăнланать тейӗн... Пӗр сăмахпа, Турă сыхлатăр та-ха, çапах та çакăн пек лару-тăрăва лекес пулсан пӗр хăрамасăрах 272-33-13 телефонпа шăнкăравлăр, сире кунта пулăшаççӗ. Сăмахпа мар, ӗçпе.
Чувашский государственный институт гуманитарных наук » О нас говорят » А. Лукианова. Ăслăлăха витĕмлĕ тÿпе хываççĕ А. Лукианова. Ăслăлăха витĕмлĕ тÿпе хываççĕ Категория: О нас говорят, Дата: 21.09.2010, 16:43, Просмотров: (1200) А. Лукианова. Ăслăлăха витĕмлĕ тÿпе хываççĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ - 80 çулта. 1930 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш АССР Совнаркомĕ Ăслăлăхпа культура канашĕн никĕсĕ çинче Чăваш комплекслă ăслăлăх-тĕпчев институчĕ йĕркеленĕ. Унтанпа ячĕ темиçе те улшăннă, 1994 çултанпа - Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ. Унта археологи, искусствоведени, истори, литературоведенипе фольклористика, социологи, чăваш энциклопедийĕн, этнологипе антропологи, чĕлхе пĕлĕвĕн ыйтăвĕсемпе калăпăшлă тĕпчевсем ирттереççĕ, ăслăлăх ĕçĕсем, словарьсем кăлараççĕ. Çав шутра чăваш халăх пултарулăхĕн 50 томлă пуххине, нумай томлă «Чăваш энциклопедине» хатĕрленине палăртмалла. Институтри вулавăш тĕрлĕ регионти, чикĕ леш енчи ăсчахсене пуянлăхĕпе илĕртет. Унта 224 пин кĕнеке, брошюра, журнал упранать, ăслăлăх архивĕнчи сайра тĕл пулакан материалсен шучĕ 15 пинрен те иртнĕ. Хăйĕн историйĕнче институт 900 яхăн кĕнеке пичетлесе кăларнă, 600 ытла ăслăлăх конференцийĕпе сессине ирттернĕ, 200 яхăн тĕпчев экспедицийĕ йĕркеленĕ. Унăн форумĕсене Турцири, Венгрири, Германири, Казахстанри, Китайри, Польшăри, АПШри, Украинăри, Финляндири, Швецири, Японири, ытти çĕр-шыври паллă ăсчахсем хутшăнаççĕ. Институт ĕçченĕсем тĕнче шайĕнчи конференцисенче час-часах тухса калаçаççĕ. Институт - Чăваш Енри гуманитари ăслăлăхĕсен пĕлтерĕшлĕ центрĕ. Унта республикăри 100 ытла ăсчах наука-тĕпчев ĕçĕнче опыт пухнă, доктор, кандидат диссертацийĕсене хÿтĕленĕ, паян аслă шкулсенче ĕçлеççĕ. Института «Хисеп Палли» орденпа тата Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă. Иртнĕ шăмат кун К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн 80 çулхи юбилейне савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç. Уява тĕрлĕ республика-облаçран, чикĕ леш енчен хăна нумай килнĕ. Вĕсем ăслăлăхри ĕçтешĕсене паллă кунпа саламласа шыравсенче ăнăçу сунчĕç, çыхăнусем çирĕпленсех пырасса шаннине палăртрĕç. Институт коллективĕ республикăри ăслăлăх аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывнине пысăка хурса хаклаççĕ. ЧР Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçи А.С. Иванов институт директорне Ю.Н.Исаева коллектив ячĕпе - Чăваш Ен Президенчĕн Тав сăмахне, Н.И.Егоров ăсчаха «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне, Г.И.Алимасовăна «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята çирĕплетекен удостоверение пачĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ В.П.Мидуков Г.А.Дегтярăв ăсчаха Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕпе чысларĕ. Чăваш Ен вĕренÿ министрĕпе Г.П.Черновăпа культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.А.Фошин ĕçре палăрнă темиçе çынна Хисеп хучĕсем парса саламларĕç.
Июнь уйăхĕн иккĕмĕш çурринче Шупашкарти Чăваш патшалăх университетĕнче кунтан вĕренсе тухакансене «Чи лайăх выпусник - 2020» свидетельство парассипе çыхăннă савăнăçлă церемони пулса иртнĕ. Чи тивĕçлине суйласа илме, паллах, çăмăл пулман. Çапах та çав шута пирĕн ентеш - Çтерлĕ хĕрĕ, ÿнер факультечĕн студентки Карина Тимофеева (эпир ун çинчен тăватă çул каялла, 2016 çулта, хаçатра «Мал ĕмĕтлĕ Карина» статьяра çырса кăтартнăччĕ) лекме пултарнă. Вăл аслă шкул ректорĕн Андрей Александровăн аллинчен «Чи лайăх выпускник - 2020» свидетельствăна илме тата саламласа каланă ăшă сăмахсене илтме тивĕç пулнă. Мĕнпе палăрнă-ха Пушкăртстанри чăваш хĕрĕ? Пурне те çырас пулсан çак список самай вăрăма тăсăлмалла, апла пулин те хăшĕ-пĕрисене асăнса хăвармаллах. Карина 2019 çулта Европăри Хосе Марти ячĕллĕ ирĕклĕ ĕçсем тăвакан тата пĕршухăшлисен бригадин (Куба Республики) ĕçĕсене, регионти «Çамрăк профессионалсем» чемпионачĕн концерт программине уçнă çĕре, университетри студентсен хорне хутшăннă. Вăл пĕр хутчен çеç мар ăслăлăхпа практика конференцийĕсен çĕнтерÿçи пулнă, «Ярды» фольклор ушкăнĕпе республика чысне Китайра, Швецинче, Казахтанра хÿтĕленĕ. Малашне вара ĕнерхи студентăн урăх пурнăç пуçланĕ. Уншăн пурнăç çулĕ уçă та тумхахсăр пултăр, ашшĕ-амăшĕн шанăçне тÿрре кăлартăр. Сăмах май, Каринăн амăшĕ, Неля Климентьевна та, юра-кĕвве питĕ ăста. Тен, хĕрĕ çак профессие суйласа илесси çине вăл ытларах витĕм кÿнĕ-тĕр. Карина кĕвĕ-юрă илемне (уйрăмах чăвашсенне) тĕнчери чаплă сценăсем çинчен куракан патне илсе çитерессе, хăйĕн çитĕнĕвĕпе аслă шкул ятне чыслă упрасса тата тăван халăх культурине аталантарса çĕклессе шанас килет. Ăнăçу сана, Карина. Юрий МИХАЙЛОВ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Яя, — чăваш алфавитĕнчи вăтăр çиччĕмĕш саспалли. Унӑн ячĕ — «йа». Вырăс çырулăхĕнчен илнĕ. XVIII ĕмĕрти кивĕ çырулăх палăкĕсенче тĕл пулать. Ку саспаллине И.Я. Яковлев хăй алфавитне кĕртмен, çĕнĕ чăваш çырулăхне 1938 çулта йышăннă. Яя саспалли сăмах пуçламăшĕнчи тата уçă сасă палли хыçĕнчи сыпăкра икĕ сасса — йа — кăтартать: япала, ясмак, кая, хаяр. Çемçе хупă саспалли хыçĕнчен я [а] сасса пĕлтерет: выля, атя. АсăрхавсемПравить Ку страницăра эсир пĕр ятлă, анчах та тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ статьясен ят-йышне куратăр. Енчен те эсир кунта урăх статьяран лекрĕр пулсан, çав статьяри каçăна тĕрĕс статья çине куçаракан каçă çине улăштарăр.
Çак кунсенче тĕп хулари Коммунистическая урамра çул çинчи патруль службин (ДПС) полкĕн ĕçченĕсем «lveko Daily» автомобиль рулĕ умĕнчи водителе чарнă тесе çырать хăйĕн ТГ-каналĕнче Пушкăртстанри Çулçÿрев хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн тĕп инспекторĕ Владимир Севастьянов. Ĕпхÿре пĕр миллион та 300 пин тенкĕ парăма кĕнĕ водителе тытса чарнă Шалти ĕçсен министерствин бази тăрăх тĕрĕсленĕ хыççăн çак арçын 100 ытла административлă штраф тÿлеменни паллă пулнă. Лару-тарăва уçăмлатма вырăна суд приставĕн ĕçченĕсене чĕнсе илнĕ. Закона пăхăнман çыннăн патшалăх умĕнчи пĕтĕмĕшле парăмĕ пĕр миллион та 300 пин тенкĕпе танлашнă. Çав шута патшалăх автоинспекци кăтартнă штрафсем çеç мар, налогсемпе кредитсем те кĕнĕ. Законлăха сыхлакансем çийĕнчех унăн хурçă утне ятарлă тăраткăча (стоянка) вырнаçтарнă. - Пушкăртстанри патшалăх автоинспекцийĕ административлă айăплава лекнĕ çынсене тупса палăртассипе тата вĕсене явап тытарассипе системăллă ĕçсем туса ирттерет. Çакăн пек мероприятисен тĕп тĕллевĕ закона пăснă çынсем айăплавран пăрăнса юлма пултарайманнине общественноçа кăтартса парасси тата хамăр республикăри çулсем çинче хăрушсăрлăх шайне ÿстересси пулса тăрать, - палăртнă Владимир Севастьянов. Юрий СНЕГОПАД. Автор:Юрий Михайлов Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунне халалласа "Библиотека - культурăпа ырăлăх вучахĕ" ятпа савăнăçлă уяв иртнĕ. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьелĕнчи тĕп библиотека директорĕ Алевтина Овчинникова, районти Ашшĕсен канашĕн председателĕ Николай Андреев, Пофсоюзăн координаци канашĕн председателĕ, культура ĕçченĕсен профсоюз ертỹçи Нина Мазякова тата библиотекарьсем хутшăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов вулавăшра вăй хуракансене професси уявĕпе саламланă май çирĕп сывлăх, çитĕнỹсем суннă. - Паянхи библиотекарьсем кĕнеке управçисем кăна мар, вĕсем хăйсен тивĕçне туллин пурнăçлакан çынсем, пултарулăхпа та палăраççĕ, ушкăнпа пĕрле ĕçлеме те пĕлеççĕ, вулакансемшĕн, пĕрлех обществăшăн усăллă проектсем те реализацилеççĕ, - тенĕ Рудольф Васильевич вĕсен ăсталăхне хакланă май. Тухса калакансенчен кашнийĕ библиотекарьсен професси шайĕ çỹллине палăртнă, малашне те ỹсĕмсем тума суннă.
Хальхи вăхăтра республикăра пая кĕрсе пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене çĕнетме ĕмĕтленнĕ 7 пин ытла çын йывăр лару-тăрăва лекнĕ. Çапла майпа вĕсем улталаннă пайçăсем пулса танă. Çак енĕпе регионта пурĕ 125 проблемăллă объекта шута илнĕ. Ытларах вĕсем Ĕпхÿ хулинче тата Ĕпхÿ районĕнче тесе пĕлтернĕ ПР строительствăпа архитектура министрĕн çумĕ Артем Ковшов. Хальхи вăхăтра республикăра пая кĕрсе пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене çĕнетме ĕмĕтленнĕ 7 пин ытла çын йывăр лару-тăрăва лекнĕ. Çапла майпа вĕсем улталаннă пайçăсем пулса танă. Çак енĕпе регионта пурĕ 125 проблемăллă объекта шута илнĕ. Ытларах вĕсем Ĕпхÿ хулинче тата Ĕпхÿ районĕнче тесе пĕлтернĕ ПР строительствăпа архитектура министрĕн çумĕ Артем Ковшов. Иртнĕ çул ПР Строительство министерстви республикăри Пайçăсен правине хÿтĕлекен фондпа пĕрле проблемăллă объектсене туса пĕтерме укçа-тенкĕ уйăрса парас ыйтăва пăхса тухнă. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Фонд 62 объект тĕлĕшпе ыйтăва татса пама сăмах панă. Ун чухне 3,5 пин пайçăн прависене хÿтĕлесе хăварĕç. Фондăн Сăнав канашĕ 53 объекта тума укçа-тенкĕ уйăрма йышăну тунă. 19 объектри граждансене компенсаци тÿлĕç. Паянхи кун тĕлне 700 пайçă çак тÿллеве алла илнĕ. 2021-2023 çулсенче 34 объекта хута ямалла. Çурт лартаканăн тивĕçĕсене республикăри Пайçăсен правине хÿтĕлекен фонд пурнăçлĕ. 2021 çулта федераллă фондпа пĕрле тума палăртнă мероприятисен шутне 31 проблемăллă объект кĕрет. Çак йышра пурĕ 2 пин ытла улталаннă пайçă шутланать. Вĕсем Ĕпхÿ, Салават,Нефтекамск,Октябрьски хулисенче тата Чишма, Иглино, Учалă, Çтерлĕ районĕсенче пурăнаççĕ. Асăннă объектсем валли республика бюджедĕнчен 480 млн тенкĕ хушма укçа кирлĕ пулнине пĕлтернĕ министр çумĕ. - Çак укçа-тенкĕпе мĕнпур объектсене туса пĕтерессине шута илнĕ, анчах та фонд документсене пăхса тухнă хыççăн пайçăсене компенсаци тÿлесси пирки те ыйту çĕклеме пултарать,- тенĕ Артем Ковшов. Юрий МИХАЙЛОВ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
9095 Чӑваша хӗвел ансан ӑс кӗрет, вырӑса — вырӑсла апатра, тутара — тул ҫутӑлнӑ вӑхӑтра. Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 13075 Ҫичӗ ютра ҫичӗ хӗвел — ҫиччӗшӗ те сивӗ хӗвел, тӑван ҫӗрте пӗр хӗвел — пӗр хӗвел те ыр хӗвел. Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 12279 Лав ҫинчен хӗрарӑм ансан лашана ҫӑмӑллӑх. Арҫын — Хӗрарӑм 12432 Хӗрарӑм лав ҫинчен ансан лашана ҫӑмӑл. Арҫын — Хӗрарӑм 5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх 3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ 2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке 1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан 1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла
Хальхи вăхăтра çул çинче инкеке лекес мар тесен питĕ те асăрхануллă пулмалла. Çавăн пирки садикре воспитательсем ачасемпе çул-йĕр правилисене вĕренеççĕ, маларах иртнĕ темăсене тăтăшах аса илеççĕ, вĕсене çирĕплетсе тăраççĕ. Кашни ушкăнра çул-йĕр правилисемпе паллашмалли ятарлă кĕтессем уйăрнă. Унта ачасем валли тĕрлĕ сĕтел çи вăййисем, кĕнекесем, ÿкерчĕксем, çул çинче асăрхаттаракан паллăсемпе светофор макечĕсем пур. Унсăр пуçне воспитательсем шăпăрлансемпе тĕрлĕ калаçусемпе занятисем, асăннă темăна халалланă мероприятисем ирттереççĕ. Уçăлма тухнă чух та час-часах ача садĕнчен инçех мар иртекен çул патне сăнама çÿреççĕ. Унта çул хĕррипе вырнаçтарнă паллăсемпе, çул урлă çуран каçмалли вырăнпа (зебра) паллашаççĕ, çул çинче выляма юраманни çинчен пĕлеççĕ. Воспитательсем ашшĕ-амăшĕсемпе те калаçу ирттереççĕ, ачисен тумтирĕсем çине çутă ÿкекен паллăсем çакмалли çинчен асăрхаттараççĕ. Çак темăпа тĕплĕн те тарăн ĕçленине пула ачасем мĕн пĕчĕкренех çул çинче питĕ асăрхануллă пулмаллине асра тытаççĕ. Ирина ТИМОФЕЕВА, ача сачĕн воспитателĕ. Пелепей районĕ, Алексеевка ялĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Ĕпхÿ - Черниковка чугун çул çинче 27 çулхи арçынна тытса чарнă. Ун çумĕнче пысăк парти наркотик тупнă. Траспорт полици ĕçченĕсем унран 250 грамм ытла сиенлĕ хутăш туртса илнĕ. Арçын маларах та судпа айăпланни паллă пулнă. Ĕпхÿ - Черниковка чугун çул çинче 27 çулхи арçынна тытса чарнă. Ун çумĕнче пысăк парти наркотик тупнă. Траспорт полици ĕçченĕсем унран 250 грамм ытла сиенлĕ хутăш туртса илнĕ. Арçын маларах та судпа айăпланни паллă пулнă. Айăплă тесе шутлакан çын çумĕнче пĕчĕк пакетсем ăшне пайласа чикнĕ çутă тĕслĕ порошок пулнă. Полици унăн автомобилĕнче çавăн йышши 98 пакет, гаражĕнче тата икĕ пакет тупнă. Экспертиза пулăшнипе пĕчĕк хутаçсенче метилэфедронлă сиенлĕ хутăш пулнине палăртнă. Туртса илнĕ наркотик тытăмлă наркăмăш 250 грамм (уйрăмах пысăк виçе) тайнă. Следстви палăртнă тăрăх, арçын наркотик тытăмлă хутăша вăрттăн хунă вырăнсенчен пĕринче, ăна малалла салатас тĕллевпе, туяннă. Вăл наркотиксене пĕчĕкрех парти çине пайласа республика территорийĕнче салатса тупăш илме ĕмĕтленнĕ. Халĕ уголовлă ĕç пуçарнă. «Саккуна пăсса наркотик хатĕрĕсем, психотроплă тата ун евĕр япаласем хатĕрлесе вĕсене сутнăшăн тата ытти çĕре ярса панăшăн, унсăр пуçне наркотик, психикăна сиен кÿрекен тытăмлă курăксемпе вĕсен пайĕсене сутнăшăн, салатнăшăн» статья тăрăх тĕрмене ĕмĕрлĕхе хупма пултараççĕ. Арçынна ирĕксĕр хăварнă. Надежда РОДИОНОВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II Çак тапхăрта харпăр пурнăçпа ӗç хушшинче шайлашу тупма йывăр пулӗ. Пӗрремӗшне ытларах тимлӗх уйăрсан укçасăр тăрса юлма, иккӗмӗш патне туртăм ӳссен хутшăнусене пăсма пултаратăр. Çавăнпа ним енӗпе те ан васкăр. Мăшăрсен хушшинчи ултав çиеле тухма пултарать. ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III Ӗçре çитӗнӳ тăвассишӗн çанă тавăрса ӗçлетӗр,... ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II Çак тапхăрта харпăр пурнăçпа ӗç хушшинче шайлашу тупма йывăр пулӗ. Пӗрремӗшне ытларах тимлӗх уйăрсан укçасăр тăрса юлма, иккӗмӗш патне туртăм ӳссен хутшăнусене пăсма пултаратăр. Çавăнпа ним енӗпе те ан васкăр. Мăшăрсен хушшинчи ултав çиеле тухма пултарать. ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III Ӗçре çитӗнӳ тăвассишӗн çанă тавăрса ӗçлетӗр, хăш-пӗрисем çывăх çынни ӗçке ерес йывăрлăха кӗрсе ӳкнине те курмӗç. Çавăнпа юратнă çыннăра тимлӗхсӗр ан хăварăр. Вак-тӗвекшӗнех кăмăлăра ан пăсăр. Кану çинчен шутлăр, ӗçре ытлашши яваплăх ан илӗр. Канмаллисенче интереслӗ тӗлпулусем пулӗç. ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере пурнăç кичем пек туйăнӗ, тунсăхлама пуçлатăр. Отпуск валли лайăх вăхăт. Ӗçре пӗр-пӗр проект шанса парӗç, пуçлăх тивӗçне те çăмăллăнах пурнăçлатăр. Ӗç кунне кӗскетсе интереслӗ çӗре вӗренме кайни усăллă пулӗ. Вуласа канни чунăра килентерӗ. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Çӗнӗ уйăх пуçламăшӗнче вăй-хал çителӗклех, унпа ăçта усă курасси пирки кăна аптратăр. Çăлтăрсем халиччен кун кӗнекине илсе пыман пулсан пуçлама сӗнеççӗ, унсăрăн ӗçри йӗркесӗрлӗхе пула кирлӗ клиентсене çухатма пултаратăр. Килти ӗçсенче те пăтăрмахсем сиксе тухӗç е ачăрсем вӗренӳре кая юлма пуçлани пăшăрхантарӗ. ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI Пуçарулăха хăвăр çине илме вăхăт çит­нӗ. Уйрăмах укçа-тенкӗ ыйтăвӗсенче. Февраль пуçламăшӗнче пит васкамалла мар, васканипе йăнăшсем тума пултаратăр. Эмоцисене пусарса йышăнусене виçеллӗ шутласа тумалла, шутласа калаçăр. Романтикăлла тӗлпулусем пулӗç, тирпейлӗ тăхăнса çӳрӗр, сиртен тӗслӗх илекенсем пур. РАК 22.VI -22.VII Çак тапхăрта сире çӗнӗ идейăсем илӗртеççӗ. Хăвăр уçă пулни усса кайӗ. Эрне вӗçӗ укçа-тенкӗ, карьера енӗпе ăнăçлă пулӗ. Хушма тупăш ытлашши пулмӗ. Творчествăри пултарулăха туллин кăтартатăр. Хăш-пӗр чухне манăçса хăтланма пултаратăр, мăшăрăр умӗнчех урăххипе ейкеленнине вăл каçармӗ. АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII Çӗнӗ уйăх пуçламăшӗнче яланхи пурнăçпа пурăнатăр. Çӗнӗлӗхсене кӗртесси пирки шутламалла, уйрăмах ӗçре. Эрне варринче илнӗ хыпар пуласлăхшăн пӗлтерӗшлӗ пулӗ. Енчӗкӗр тинех тулма пуçлӗ. Харпăр пурнăçра мăшăрăра кӗвӗçни кăмăла пăсать. ХӖР 24.VIII - 23.IX Ку эрнере çынсемпе хутшăннă чух асăрхануллă пулăр, шутласа калаçăр. Çумăрта авторитетлă çынсем пулӗç. Эрне вӗçне пӗччен ирттерсен аванрах, мӗншӗн тесен пурте сире тарăхтараççӗ, ăшшăн кулса пăхма вара сирӗн хал çук. Укçа-тенкӗ енӗпе тахçанхи кредита е парăма парса татма тӳр килӗ. ТАРАСА 24.IX - 23.X Эрне варринче укçа-тенкӗ тӗлӗшӗпе лайăх хыпар илетӗр. Камăн чӗри ирӗк, çавсем пулас савнийӗпе тӗл пулӗç. Февралӗн 1-2-мӗшӗсем хыççăн йывăрлăхсем пӗтсе ырă кунсем пуçланаççӗ. Ӗçре халиччен конкурент тесе шутланă ӗçтешсене, пурнăçăрта чирлесе ӳкнӗ юлташăра пулăшма тивӗ. Кирлӗ ыйтусене татса парассине çитес эрнене хăварăр. СКОРПИОН 24.X - 22. XI Ку эрне пулăмсемпе пуян. Вăхăтран вăхăта канас килсен те йывăрлăхсене чăтса ирттеретӗр. Ăнăçу та пур. Çемье пирки ан манăр. Эрне вӗçӗнче интереслӗ сӗнӳ илетӗр. Çӗнӗ ӗçе ăнăçлă пуçлатăр-ха, анчах вăл лайăх вӗçленессе иккӗленетӗр. Вăя хурса кӗрешменнипе çитӗнӳ урăх çынна лекӗ. УХĂÇĂ 23.XI -21.XII Ку эрнере тӗлпулусемпе çулçӳревсем йышлă пулаççӗ. Вӗсенчен пӗринче лăпкăлăха мантаракан çынпа паллашатăр, çемьеллисем мăшăрӗсене улталасран асăрханмалла. Ӗçре темле йывăрлăха та çăмăллăнах татса паратăр. Информаци мӗн чухлӗ нумайрах илетӗр, çавăн чухлӗ ăнăçу тăвас шанăç пысăкрах. Çынсене пӗрлештерес пултарулăхăр вăйлă пулӗ. ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I Эрнен пӗрремӗш çурри çăмăл мар, тӗрлӗ пăтăрмахсем тӗллевсене пурнăçлас ӗçре чăрмантарӗç. Хăвăрăн шухăшсене çынсене çитерме йывăр пулӗ. Çак кунсенче мистикăпа, философипе интересленме пуçлатăр. Сире кăмăллакансен шучӗ ку кунсенче самай йышланать.
ПР Минэкономразвити пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ çул умĕн республикăри тата виçĕ предприяти «Производительность труда и поддержка занятости» наци проектне хутшăннă. Наци проектне хутшăнасси çинчен килĕшĕве «СтропКомплект» ООО, «РЕМЭКС», Давлеканти нефть машиностроени завочĕпе алă пуснă. Пĕрремĕш компани çăк тиекен устройствăсемпе хатĕрсем, захватсемпе стропсем тăвать тата петĕм Раççейпе поставкăсем йĕркелет, нефть, металлурги, машиностроени, строительство комплексĕсемпе çыхăну тытать. РЕМЭКС предприяти çăк çĕклекен техникăна юсассипе тата тивĕçтерессипе ĕçлет. Компани Пушкăртстан территорийĕнче кăна мар, Выборгран пуçласа Чита таранччен заказчиксемпе ĕçлет. Давлеканти нефть машиностроени завочĕн сфери — нефтьпе газ тата котельнăй оборудованине, автоматизаци системмисемпе хатĕрĕсене ĕçлесе хатĕрлесси, туса кăларасси, сервис тивĕçтерĕвĕ. ПР Правительстви наци проектне хутшăнма йышăннă промышленность, ялхуçалăх, строительство индустрийĕн 53 предприятипе килĕшÿсем тунă ĕнтĕ. «Башинформ». Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Пӳртре кукăль шăрши сăмсана ачашшăн кăтăклать. Сӗтел хушшинче тăхăр вунă çула çитнӗ ватă карчăк (1927 çулхи августăн 19-мӗшӗнче Хирти Кушкă ялӗнче çуралнă манăн пăянам Елена Петровна Албутова) хăйӗн иртнӗ пурнăçне аса илсе шухăша путса ларать. Ватă карчăкăн пӗркеленнӗ пичӗ тăрăх куççуль тумламӗсем шăпăртатса анаççӗ: - Вăрçă пӗтӗм халăха сăмахпа каласа... ❮ ❯ Пӳртре кукăль шăрши сăмсана ачашшăн кăтăклать. Сӗтел хушшинче тăхăр вунă çула çитнӗ ватă карчăк (1927 çулхи августăн 19-мӗшӗнче Хирти Кушкă ялӗнче çуралнă манăн пăянам Елена Петровна Албутова) хăйӗн иртнӗ пурнăçне аса илсе шухăша путса ларать. Ватă карчăкăн пӗркеленнӗ пичӗ тăрăх куççуль тумламӗсем шăпăртатса анаççӗ: - Вăрçă пӗтӗм халăха сăмахпа каласа пама çук пысăк инкек кӳрсе хăварчӗ. Колхозсенче ӗçлесе вăйпитти арçынсем вăрçа кайса пӗтрӗç. Пӗтӗм арçын ӗçӗ ялта çап-çамрăк хӗрсемпе каччăсем çине тиенчӗ, - ассăн сывларӗ пăянам. Вăл вăхăтра чи лайăх машинăсене, тракторсене, чи вăйлă лашасене пурне те вăрçа ăсатнă. Колхозсенче ака-сухара тата ытти йывăр ӗçсенче вăкăрсем кӳлнӗ. Хӗрарăмсем хăйсем сухапуç тытса пахчасенче çӗрулми, колхоз хирӗсенче тырпул акнă. Пăянам калама тытăнсан нумай-нумай хăватлă ӗçсем тунисене асăнать. Вăрçă пуçланнă çул вăл 14-ри хӗр ача çеç пулнă-ха. - Хире кӗлте пуçтарма çӳреттӗмӗр, ялта арçын çитменнипе тырра вăхăтлă пуçтарса илейменрен кӗлтесем юр айне юлатчӗç. Юр айӗнчен пуçтараттăмăр тырра, хӗл каçиччен молотилкăпа çапаттăмăр. Пӗррехинче пире, 70 яхăн çап-çамрăк хӗрпе качча, Упи ялне (Кушкăран 60 çухрăм. Çӗпрел районӗ.) вăрлăх илме кăларса ячӗç. Пурте çунасем туртса утрăмăр çуркуннехи юрлă-шыв­лă çанталăкра Чăнлă çыр­мипе. Кайма аванччӗ - ирхине пăр хытă шăннă. Таврăнма вара аванах пулмарӗ. Çунасем çинче тулли михӗсем. Шыв çийӗн каçса килтӗмӗр. Ялтисем кӗтме тухнă, вӗсем пире шыва кайрӗç пулӗ тесе те питӗ хăранă. Хирӗç чупаççӗ, пурте йӗреççӗ. Ял кӗрлесе тăрать. Çавăн хыççăн нумай çамрăк шăнса чирленипе çӗре кӗчӗ, - юхса аннă куçуллине шăлса илчӗ пăянам. - Каласа пӗтерме те çук эпир вăрçă вăхăтӗнче мӗн курнине. Вăрман касма та çӳренӗ, пӗтӗм арçын ӗçне пире хушнă. Çав вăхăтрах тата вăййа тухма та вăхăт тупаттăмăр вӗт-ха, - сăнӗ çуталать пăянамăн. - Хамăр илемлетсе тӗрленӗ пир кӗпесем тăхăнаттăмăр та, карталанса тăрса вăйă калаттăмăр. Улах лараттăмăр, алă ӗçӗ тăваттăмăр - тӗрленӗ, чӗнтӗр çыхнă. Алсиш-нускисем салтаксем валли нумай çыхаттăмăр. Пăянам чылайччен хускалмасăр шухăша кайса ларчӗ, унтан каллех калаçма пуçларӗ. - Вăрçă чарăнсан та нуша пӗтмен-ха. Веçех алă вăйӗпе ӗçлеттӗмӗр, лашасем вăйсăр. Хирсене алă вӗççӗн, кӗреçепе чаваттăмăр. Арçынсем вăрçăран таврăниччен хирсем çарана çаврăнчӗç. 1951 çулта пăянам Альших ялне качча тухнă. - Мăшăрпа иксӗмӗр те колхозра вăй хутăмăр. Çемьере пирӗн пилӗк ача - тăватă ывăл тата пӗр хӗр çуралчӗ. Килте пирӗнпе пӗрле тата ватă пăянам, ачасен асламăшӗ пурăнчӗ. Ачасем ăна питӗ юрататчӗç: асанне, асанне кăна тесе тăратчӗç. Пăянам эпӗ килнӗ çулах ӗнтӗ 73 çулти ватă хӗрарăмччӗ. Пӗрле тата 30 çул пурăнтăмăр вӗт, - тӗлӗнсе калать пăянам. - Мăшăрăм, Ваççук, колхозра хисеплӗ комбайнерччӗ. Нумай çул ялта Хисеп хăми çинче те сăнӳкерчӗкӗ çакăнса тăчӗ. Вăл вăрçă хирӗнче те тăшмансемпе кӗрешнӗ, анчах та пурнăçӗ кӗске пулчӗ, çамрăклах вăхăтсăр çӗре кӗчӗ. Вара ватă пăянампа иксӗмӗрӗн ачасене ура çине тăратмалла пулчӗ. Аслисене авлантартăмăр, кӗçӗннисене салтака ăсататса кӗтсе илтӗмӗр. 1981 çулхине 103 çула çитнӗ пăянама тирпейлесе пытартăмăр, - тет пăянам. Халӗ ӗнтӗ манăн пăянам хăй те тăхăр вунă çула çитрӗ. Вăл вунă мăнукӗпе тата çичӗ кӗçӗн мăнукӗпе савăнса пурăнать. - Пирӗн асанне мăнуксенчен пуян, - тесе савăнтараççӗ мăнукӗсем ăна. Асламăшӗ куллен кӗлтуса вӗсемшӗн сывлăх, телей тата тăнăç пурнăç ыйтать.
Хусанта çак вăхăтра ушупа 14-мӗш тӗнче чемпионачӗ хӗрсе пырать. Вăл ӗнер, сентябрӗн 28-мӗшӗнче уçăлчӗ те октябрӗн 3-мӗшӗчченех пырать. Спорт ушăвӗ пӗлтерӗшлӗ мероприяти, яланхи пекех унта 64 çӗршывран пурӗ 900 яхăн спортсмен хутшăнать, Хусана та çавăн чухлех килнӗ. Ултă кун хушшши Раççей, Китай, Иран тата ытти çӗршывсен ушисчӗсем тӗнче чемпионӗн ятне... Хусанта çак вăхăтра ушупа 14-мӗш тӗнче чемпионачӗ хӗрсе пырать. Вăл ӗнер, сентябрӗн 28-мӗшӗнче уçăлчӗ те октябрӗн 3-мӗшӗчченех пырать. Спорт ушăвӗ пӗлтерӗшлӗ мероприяти, яланхи пекех унта 64 çӗршывран пурӗ 900 яхăн спортсмен хутшăнать, Хусана та çавăн чухлех килнӗ. Ултă кун хушшши Раççей, Китай, Иран тата ытти çӗршывсен ушисчӗсем тӗнче чемпионӗн ятне илессишӗн кӗрешӗç. Мероприятие уçнă çӗре ТР Президенчӗ Рустам Миниханов та килнӗччӗ. Характерӗпе чӗрӗскер ăмăртусене юратать вăл, вӗсене республикăра ирттерме пысăк пулăшупа тивӗçтерет. «Çакăн пек чемпионата йышăнни пирӗншӗн пысăк чыс. Хусан сире килӗшессе шанатăп. Эпир хуть хăçан та хамăр патра ушупа ăмăртусене йышăнма хавас», - терӗ вăл спортсменсене ăнăçу суннă май. Кӗрешӳ искусствисене илес пулсан, ушу вӗсенчен чи илемли шутланать. IWUF (Халăхсен хушшинчи ушу федерацийӗ) ăна икӗ çулта пӗрре йӗркелет. Ăмăртусем икӗ дисциплинăпа иртеççӗ: таолу (хӗç-пăшалсăр, хӗç-пăшалпа, мăшăр ăмăртусем) тата саньда (контактлă спорт кӗрешӗвӗсем). Саньда ăмăртăвӗсене кикбоксинг элеменчӗсем, тытăçусем, ал-урапа çапса-тапни кӗреççӗ. Чемпионата уçнă çӗре федерацин ӗç тăвакан президенчӗ Юй Цзайцин та килнӗ. «Эсир, ăмăртусен чӗри, çавăнпа кашни самантпа киленме сунатăп», - терӗ вăл спортсменсене хавхалантарса. Раççейри ушу федерацийӗн президенчӗ Глеб Музруков кăмăл тăвакансемшӗн ăмăртусем уçă пулнине, турнирсен расписанийӗпе федераци сайтӗнче паллашма пулни пирки каларӗ. Сăмах май, 2015 çулта ушу ăмăртăвне 2020 çулта Токиора пулмалли Олимпиада программине кӗртнӗ. Хальхи вăхăтра IWUF ăна 2024 çулти Олимпиадăна кӗртме заявка хатӗрлессипе ӗçлет.
Ку хыпара ялта ӗне тытакансем тахçанах кӗтеççӗ. Хаксем кунсерен ӳссе пынă чухне ял халăхӗнчен пуçтаракан сӗт чакни, çулла уйрăмах, ăнлантарма çук япала вӗт. Ӗне симӗс курăк çинипе çак вăхăтра сӗт нумай панипе йӳнелет имӗш. Республикăн сӗт тирпейлекен тата пуçтаракан предприятисем малашне çулла халăхран сӗт хакне чакарса пуçтарассине пăрахăçлама калаçса татăлнă,... ❮ ❯ Ку хыпара ялта ӗне тытакансем тахçанах кӗтеççӗ. Хаксем кунсерен ӳссе пынă чухне ял халăхӗнчен пуçтаракан сӗт чакни, çулла уйрăмах, ăнлантарма çук япала вӗт. Ӗне симӗс курăк çинипе çак вăхăтра сӗт нумай панипе йӳнелет имӗш. Республикăн сӗт тирпейлекен тата пуçтаракан предприятисем малашне çулла халăхран сӗт хакне чакарса пуçтарассине пăрахăçлама калаçса татăлнă, тесе пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби. Кунсăр пуçне вӗсен литрне 18 тенкӗрен йӳнӗрех хакпа пуçтарма та юрамасть. Хальхи вăхăтра районсенче халăхран пуçтаракан сӗт хакӗ (пӗр литрӗ) Анат Кама районӗнче - 19, Алексеевски - 18,71, Балтаси - 18,6, Мамадыш - 18,65, Агрыз - 18,17, Азнакай - 15,82, Элмет - 15,74, Пӗкӗлме 15.50, Мензеле - 15,46, Ешӗлвар - 15,38, Тури Услон районӗнче 15 тенкӗ.
(С.Исхаков сăнӳкерчӗкӗ). Çара контрактпа каясси арçынсемшӗн кăна мар, хӗрарăмсемшӗн те шăл çемми. Тутарстанри контрактпа çара кайма суйласа илекен пункт ертӳçин çумӗ В.Елагин подполковник «Татар-информ» агентствăна пӗлтернӗ тăрăх, республикăран çуллен 800-1400 çын çара контрактпа каять. Тӗпрен илсен, вӗсем салтакран килнӗ каччăсем. Анчах та çак шухăшлă хӗрарăмсен шучӗ те ӳсет иккен. Юлашки... ❮ ❯ (С.Исхаков сăнӳкерчӗкӗ). Çара контрактпа каясси арçынсемшӗн кăна мар, хӗрарăмсемшӗн те шăл çемми. Тутарстанри контрактпа çара кайма суйласа илекен пункт ертӳçин çумӗ В.Елагин подполковник «Татар-информ» агентствăна пӗлтернӗ тăрăх, республикăран çуллен 800-1400 çын çара контрактпа каять. Тӗпрен илсен, вӗсем салтакран килнӗ каччăсем. Анчах та çак шухăшлă хӗрарăмсен шучӗ те ӳсет иккен. Юлашки 5 çулта республикăри 45 хӗр-хӗрарăм салтака контрактпа кайнă. Суйласа илмелли требованисем пурин валли те пӗр-мӗн: унта каяс текенсем 18 - 40 çулта тата çарта кирлӗ профессиллӗ пулмалла. Ӳт-пӳ хăнăхăвне тӗрӗслемелли нормативсем кăна хӗрсем валли кăшт çăмăлрах иккен.
Хулаçырми ял хутлăхӗ республикăри социаллă программăсене пурнăçа кӗртессипе Çӗпрел районӗнчи тӗрӗслев полигонне çаврăннă пекех туйăнать. Поселени пуçлăхӗ Сергей Ананьевич Салифанов нумай пулмасть пирӗн ыйтусем çине хуравларӗ. - Эсир Хулаçырми ял хутлă­хӗн пуçлăхӗ пулса хăçантанпа ӗçлетӗр? - Манăн ку вырăнти ӗç стажӗ пысăк, часах 17 çул пулать, 2000 çулта тытăннăччӗ. -... Хулаçырми ял хутлăхӗ республикăри социаллă программăсене пурнăçа кӗртессипе Çӗпрел районӗнчи тӗрӗслев полигонне çаврăннă пекех туйăнать. Поселени пуçлăхӗ Сергей Ананьевич Салифанов нумай пулмасть пирӗн ыйтусем çине хуравларӗ. - Эсир Хулаçырми ял хутлă­хӗн пуçлăхӗ пулса хăçантанпа ӗçлетӗр? - Манăн ку вырăнти ӗç стажӗ пысăк, часах 17 çул пулать, 2000 çулта тытăннăччӗ. - Мӗнле çитӗнӳсем тума пултарчӗ ял тăрăхӗ çак вăхăтра? - Çак вăхăт хушшинче пирӗн ял тӗпренех улшăнчӗ темелле. Эпир питӗ пысăк ӗçсем турăмăр. Ял халăхӗ тăрăшнипе, спонсорсем пулăшнипе. Кунта Н.Ф.Угасловăн пысăк пулăшăвне палăртса хăвармалла. Чи пӗл­терӗшлӗ çитӗнӳсенчен çак­на палăртас килет - яла пыл­чăк­ран тасатрăмăр. Ялти çулсене цеолит сарса тухрăмăр, пӗтӗм урама. Тăкăрлăксене те хăвармарăмăр. Халӗ пӗчӗк «Окапа» та, пысăкраххипе те хуть те хăш касса кӗрсе тухма, кашни кил умне çитме пулать. - Халăх нумай-и ялта? - Юлашки çулсенче çын шучӗ чак­рӗ. Çапах халӗ çак лару-тăру йӗркеле­не пуçларӗ. Пирӗн ял­та пине яхăн çын пу­рăнать. Çамрăксене ялтан ярас кил­мест, юлччăр тесе ӗç вырăнӗ тупса пама тăрăшатпăр. Ялти çын нумайрах ача ӳстерет. Ача пулсан шкул пулать, ял пурăнать. - Çынсем ăнланаççӗ-и çакна? - Ăнланаççӗ. Халӗ пирӗн тӗп тӗллев - ял тăрăхӗнче харпăр бизнеса аталантарасси. 2020 çулччен стратеги планне ту­рăмăр. Ăна презентаци пек ирттерсе пăхса тухрăмăр. Район администрацийӗн пуçлăхӗпе А.В.Шадриковпа ял халăхӗ умӗн­че хӳтӗлерӗмӗр. Халӗ çав план­па ӗçлетпӗр. Тӗп сулăм - пред­принимательство енне. - Çак бизнеспа ăнăçлă ӗçлекенсем пур-и ялта? - Малтанхи çулсенче ку ен халăхшăн ăнланмаллах пулмарӗ. Хуçисем пăрахса кайнă çуртсене, ӗлӗкхи колхозăн пушă тăракан çурчӗсене муниципаллă харпăрлăха куçарса, çав вырăнсенче производствосем уçасшăн. Тӗслӗхрен, ӗлӗкхи правлени вырăнӗнче эпир пысăках мар çу завочӗ уçасшăн. Çакăнпа аппаланас текен çынсем пур. - Выльăх тытакан нумай-и ялăрта? - Ку ял хуçалăх çыравӗччен пирӗн ялта сăвăнакан ӗнесен шучӗ 194-чӗ пул­сан, халӗ вăл шут пирӗн 208 ӗнене çит­рӗ. Ку пысăках мар пулин те, пӗлтерӗшлӗ кăтарту. Ку енӗпе малалла ӗçлесе пыратпăр. Президент программипе пӗр ӗне пуçне 3 пин тенкӗ укçа па­ни те пулăшать, хавхалантарать. Ăна пурне те патăмăр. - Эсир вӗт Тутарстан чиккинче пу­рăнатăр. Кӳршӗсемпе танлаштарсан Хулаçырми ял хутлăхӗ мӗнлерех вырăнта тăрать? - Ленин çуралнă область кунтан инçех мар. Совет саманинче вӗсем пирӗнпе танлаштарсан аванрах пурăнатчӗç. Эпир кăш­тах юлса пыраттăмăрччӗ. Халӗ пире вӗсемпе танлаштарсан çӗрпе пӗлӗт хушшинчи пек уйрăмлăх. Эпир килсене хăçан газ кӗртнине те мантăмăр ӗнтӗ, вӗсен халӗ те газ çук-ха. Пирӗн вӗт президентран тытăнса ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсем та­ранччен пӗр тӗллевпе пу­рă­наççӗ. Пирӗн аталану программисем нумай. Хуласенче кăна мар вӗсем, чикӗри ялсене те çитеççӗ. - Акă çӗнӗ фельдшерпа акушер пунк­тне куратпăр. - Çавăн пек модульлӗ ФАПа прог­­рамма тухсанах районта пирӗн ялта пӗрремӗш турӗç. Вăтам шкула тӗпрен юсарăмăр. Тепӗр çул çак программăна кӗрсе Культура çуртӗнче юсав ирттертӗмӗр. - Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ вăл питӗ ка­нăçсăр çын. Ăна шав мӗн-тӗр канăç памасть. Тата мӗн тумаллисем пур ялăрта? - Ялти çăлкуçа тирпейлемелле. Унтан питӗ тутлă шыв юхса выртать. Купель лартса йӗркене кӗртес тетпӗр. Çак кунсенче дренаж ӗçӗсене ирттерме тытăнасшăн. Тепӗр ен - масарсене тирпейлесси. Пирӗн ял тавра 6 масар. Вӗсенчен иккӗшне карта тытнă. Çитес вăхăтра самообложени укçине ытти 4-шне карта тытнă çӗре ярасшăн. - Çапла авалхи ял-и Хулаçыр­ми? - Малтан калатчӗç Хаяр Иван вă­хă­тӗнче йӗркеленнӗ тесе, халӗ археологи тӗпчевӗсем ирттернӗ хыççăн кунта çын­сем Батый киличченех пурăннă теме пуçларӗç. - Аслă вăрçа хутшăннисене асăнса палăк лартрăр, ялăн сăн-сăпатне çӗнӗ чиркӳ илем кӳрсе тăрать. Ăна хăпартнă хыççăн çынсен кăмăлӗсем улшăннине сисейрӗр-и е ял çыннисене ку улшăнусем пырса тивмерӗç? - Эпӗ ăна çав тери вăйлă сис­рӗм. Хăш чухне пӗр-пӗр çын çинчен апла тесе шутламастăн та, çав вăхăтра вăл тарăн ӗненекен çын иккен. Пӗтӗмӗшле хакласан, çăмăл мар вăхăтра пурăнакан халăха питӗ кирлӗ пулчӗ ку чиркӳ. Унта çын кăмăлтан çӳрет. Тав ăна тăвакансене. - Ял хутлăхӗн ӗçӗ вӗт вăл пӗччен çӗнтермелли ӗç мар, ăна ялан йышпа йӗркелесе пынă. Ӗçсене илсе пыма сире камсем-камсем пулăшаççӗ? - Депутатсем. Тӗслӗхрен, А.Н.Исли. Вăл ял старости шутланать. Вăл хăйӗн тракторӗпе нумай пулăшать. Тепӗр депутат шкул директорӗ Ю.А.Новый. Унпа тачă çыхăнса ӗçлетпӗр. Тепӗр пулăшакан агрофирма филиалӗн директорӗ Р.Ф.Алимов хăй енчен сисӗнмелле пулăшу кӳрет. Вăл тутар, пирӗн мар текен сăмах çук, пулман та. Ытти депутатсем те ял пурнăçӗнчен айккинче тăмаççӗ. Эпӗ пӗрлехи ӗçре вӗсем çине таянатăп. Малтан ыйтăва депутатсемпе, ял хутлăхӗн активӗпе сӳтсе яватпăр. - Ял халăхӗ ытларах ăçта ӗç­лет? - Чăваш халăхӗ ӗçсӗр тăмасть. Хăй ӗçӗпе аппаланакансем те пур. Пирӗн çынсем хăйсен анкартийӗсене пушă тытмаççӗ. Нумай çын вахта меслечӗпе Мускава, Хусана ӗçлеме çӳрет. Пӗр енчен ку аван. Вăл арçын ăçта ӗçлесен те çемйи ялта пурăнать, вăл ӗçленӗ укçине яла илсе килет. Ялшăн ку усăллă. Мӗншӗн тесен çӗнӗ çуртсем çӗкленеççӗ, çемьесем машиналлă пулса хăйсен пурнăçне лайăхлатаççӗ, лавккасенче тавар çаврăнăшӗ ӳсет тата ытти те. - Миçе çӗнӗ çурт турӗç юлашки вă­хăтра? - Халӗ вӗт пӳртсене пӗчӗкçӗ тумаççӗ, пысăк та сарлака. Кăçал ак виçӗ çурт хута кайрӗ. Вăл пире савăнтарать. Проектсем тата та пур. - Ял халăхӗ мӗнле канать? - Культура çурчӗ аван ӗçлесе пырать. Унта ӗçлекенсем тăрăшнипе ачасем кăна мар, аслăрах çултисем те хутшăнаççӗ культура ӗçӗсене. Пирӗн ялта спорт питӗ вăйлă аталаннă. Клубри сцена концертсенчен пушă пулнă вăхăтра унта мат сарса ачасем кӗрешеççӗ. - Эпӗ хулаçырмисен хӗллехи «Акатуйӗ» пирки ыйтасшăнччӗ? - Вăл уяв акă мӗнле пуçланчӗ. Çуллахи Акатуйсене эпир ирттеркеленӗ-ха. Массăллă спорт тӗ­сӗсене тата аталантарас тесе эпир кăрлач уйăхӗнче ял кунӗ ирттерме шутларăмăр. Пирӗн чиркӳ Крещенкке (Крещени) ячӗпе. Çавăнпа Крещенккере чиркӳ уявӗ те, ял уявӗ те пултăр терӗмӗр. Лашасене çуна кӳлсе, туртисемпе пӗккисене хăюсемпе илемлетсе, ял тăрăх купăс каласа ярăнаççӗ çынсем. Çапла пӗрле савăнса, кӗрешсе ирттеретпӗр Крещенккене. Хӗллехи уявăн хăйӗн илемӗ, питӗ чаплă иртет. - Район администрацийӗ пу­лăшать-и сирӗн ӗçӗрте? - Пӗлтӗр «Таса шыв» прог­раммăпа район администрацийӗ пирӗн ялта шыв кӗртме пуçларӗ. Çакăнпа усă курса эпир 150 киле шыв кӗртме пултартăмăр. Тавтапуç район, рес­публика ертӳçисене тимлӗхсӗр хăварманшăн.
Пушкăртстан усламçисене Экономика аталанăвĕн министерствипе «Мой бизнес» центрăн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ #МойбизнесПомогает Раççей шайĕнчи ыр кăмăллăх акцине хутшăнма йыхравлаççĕ. Пушкăртстан усламçисене Экономика аталанăвĕн министерствипе «Мой бизнес» центрăн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ #МойбизнесПомогает Раççей шайĕнчи ыр кăмăллăх акцине хутшăнма йыхравлаççĕ. - Акцин тĕп тĕллевĕ – усламçăсене ыр кăмăллăх акцине явăçтарасси, вĕсене хĕн куракан граждансене усă кÿрес ĕçре пулăшасси, - палăртнă ПР Предпринимательство ĕçĕн патшалăх комитечĕн пресс-секретарĕ Ильгизар Саньяров. Парнесене пухмалли корзинăсене «Мой бизнес» центрта вырнаçтарнă. Тăлăх ачасем, укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр çемьесем, ваттисен çуртĕнче пурăнакан аслă ÿсĕмри çынсем, приютри чĕр чунсем валли парнесене хăш кун та илсе килме юрать. Малтан пухнă парнесене Çĕнĕ çул уявне халаллĕç. - #МойбизнесПомогает акцие хутшăнма политикăпа çыхăнман организацисем тата уйрăм çынсем те пултараççĕ, - хушса хунă Ильгиз Саньяров. Парнесене Ĕпху хули, Заки Валиди урамĕ, 2-мĕш çурт; Нефтекамск хули, Комсомол проспекчĕ, 19-мĕш çурт адрессемпе вырнаçнă «Мой бизнес» центрсене çитермелле. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
ТР Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев Свияжскри Успени соборне ЮНЕСКОн Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн списокне кӗртме суйланă чух лайăх шухăшланине каланă. Çавăнпа храм ятарлă статус илейнӗ. - Эпир малтан Свияжск утрава историпе культура тата ландшафт комплексӗ пек йышăнччăр тесе ӗçлерӗмӗр. Анчах та утрава, унти храмсене тӗпченӗ хыççăн экспертсемпе канашларăмăр та 50-мӗш çулсенче... ❮ ❯ ТР Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев Свияжскри Успени соборне ЮНЕСКОн Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн списокне кӗртме суйланă чух лайăх шухăшланине каланă. Çавăнпа храм ятарлă статус илейнӗ. - Эпир малтан Свияжск утрава историпе культура тата ландшафт комплексӗ пек йышăнччăр тесе ӗçлерӗмӗр. Анчах та утрава, унти храмсене тӗпченӗ хыççăн экспертсемпе канашларăмăр та 50-мӗш çулсенче Куйбышев водохранилищине туса хунипе утравра тӳрлетме çук улшăнусем пулнине пӗлтӗмӗр. Успени соборӗнче вара XVI ӗмӗрхи питӗ сайра тӗл пулакан хăйне евӗрле фрескăсем сыхланса юлнă. Специалистсемпе канашланă хыççăн çак храм çине тимлӗх уйăрма шутларăмăр. Фрескăра питӗ сайра тӗл пулакан сăнсем, вӗсенчен пӗри - Çветтуй Христофор. Вăл эпидемисенчен сыхланă, христианство йышăннă çветтуй. Каярах тӗне кӗменнисем хыççăн кайнă патша тесе унăн пуçне каснă. Хӗвеланăç Европăри храмсенчипе танлаштарсан, ăна кунта лаша пуçлă кăтартнă. Урăх вăл ниçта та кун пек сăнпа сыхланса юлман. Раççей чиркӗвӗсенче Çветтуй Христофорăн пӗр сăнне те хăварман, - тенӗ Минтимер Шарипович «Татар-информа» панă интервьюра. Патшалăх Канашçин сăмахӗсемпе, храмăн шалӗ кăна мар, тулашӗ те ЮНЕСКО эксперчӗсен йышăнăвӗ çине витӗм панă. 1956-1960 çулсенче Постник Яковлев архитектор (Мускаври Василий Блаженный храм авторӗ) ертсе пынипе Псков ăстисем лартнă собор архитектура палăкӗ пек те хаклă. Çавăнпа экспертсем ЮНЕСКОн Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн списокне Успени соборӗпе пӗрле мăнастирӗн пӗтӗм комплексне те кӗртме йышăннă.
Газ пăрăхне хускатса янă церемонине Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата Турци Президенчĕ Реджеп Тайип Эрдоган, икĕ енĕн энергетика министрĕсем хутшăннă. "Турецкий поток" – "Газпромăн" çĕнĕ экспорт пăрăхĕ, вăл Турцине газ тăратма тата ун урлă транзитпа Европăна газ яма валли кирлĕ. РИА Новости сайтран. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
2019 çулта 677 ялта пурăнакан çемье «Устойчивое развитие сельских территорий» патшалăх программи пулăшнипе пурăнмалли условисене лайăхлатнă, çакна вали федералĕ тата республика бюджетĕнчен 650 млн тенкĕ уйăрнă. Тата 167 çемьене 1-шер млн тенкĕ панă, ăна регионти Ялхуçалăх министерстви тĕрлĕ шайри бюджетран илме пулнă. Çапла майпа, кăçал 816 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне 844 çемьене панă. «Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Организацие вырнаçнă чух чи малтанах аслă пĕлÿ, опыт ыйтаççĕ. Телее, çĕнĕ йышши хальхи коммуникаци хатĕрĕсемпе усă курма май пур. Раççейре 100 миллион çын электрон почта çыхăнăвĕпе туслă. Çĕр чăмăрĕн кашни кĕтесĕнчен кунсерен миллион электрон çыру тĕрлĕ çĕре сапаланать. Ун урлă документсен копийĕсене, сăн ÿкерчĕксене, резюмене палăртнă тĕле çитерме çав тери меллĕ. Пĕр-пĕр темăпа калаçма интереслĕ çын е партнер тупма та ансат. Компьютер технологийĕсене алла илнĕ тĕк - эппин, çул уçă. Иртнĕ эрнере Наци библиотекинчи Вĕренÿ центрĕнче "Информаци технологийĕсен уçă тĕнчи" проектпа килĕшуллĕн йĕркеленĕ "Электрон почта - хальхи коммуникаци хатĕрĕсенчен пĕри" семинар ĕçлерĕ. Вăхăтлăха ĕçсĕр юлнисем электрон почта майĕсене тĕплĕ тишкерчĕç. Центрăн координаторĕ Мария Шубникова электрон адресĕсемпе паллаштарчĕ, çыру çырмалли йĕркене, унăн тĕп пайĕсене ăнлантарчĕ. Итлекенсем хăйсене регистрацилесе www.Rambler.ru тулевсĕр серверта почта ещĕкне уçрĕç. Çавăн пекех файлсенчен тăракан çырусене яма вĕренчĕç вĕсем, мĕнлерех упраннине ăша хыврĕç. Пухнă пĕлĕве вырăнлă усă курасси - чи пĕлтерĕшли. Тĕрлĕ сайтра мини-резюмене тĕрĕс, электрон пичет кăларăмĕсенчи пĕлтерÿсене, корреспонденцисене йăнăшсăр вырнаçтарни пулăшу кÿме тивĕç. Электрон почтин мелĕсене алла илнĕ хыççăн семинара хутшăнакансен ĕç вырăнĕ тупма çĕнĕ шанчăк тĕвĕленчĕ. Белкова, Т. Электрон почти пулăшма васкать / Татьяна Белкова // Çамрăксен хаçачĕ. - 2009. – 4 авăн. – С. 3.
ЛДПР депутачĕ Борис Чернышов шкула каякан ачи пур çемьесене „Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне паракан капитал” пуçармалла тесе шутлать. Ачана шкула хатĕрлесси, чăннипе те, йÿнĕ мар. Çавăнпа та ЛДПР депутачĕ Борис Чернышов, вăл Госдумăн Вĕрентÿ тата наука енĕпе комитечĕн председателĕн заместителĕ пулса тăрать, Татьяна Голикова вице-премьера „Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне паракан капитал” пуçарма сĕннĕ. Шкул ачине кирлĕ канцеляри таварĕсем, тумтир тата атă-пушмак туянасси Российăри мĕнпур çемьешĕн те вăй çемми мар. Дмитрий Медведев премьер заместительне ярса панă çырура депутат 2018 çулта вĕренекенĕн комплекчĕн çывхартса шутланă хакĕ çĕршывра вăтамран 11400 тенкĕ пулнине палăртнă. Кашни çемьен çавăн пек тăкак тума майĕ çук, перекетлеме тÿр килет. Борис Чернышов шкула хатĕрлеме уйăрса паракан укçа-тенкĕ регионти уйăхри вăтам ĕç укçин 25 процентĕнчен пысăкрах пулмалла мар тесе шутлать. - Халĕ ашшĕ-амăшĕсем Пĕлÿ кунне уявлас вырăнне кредитсем илме, çав шутра микрофинанс организацийĕсене ыйтса кайма, тÿр килни пирки ÿпкелешеççĕ, - тенĕ вăл. Вĕрентÿ тата нуака комитечĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ хăйĕн ĕçтешĕн пуçарăвĕнче нимĕн çĕннине те курманнине пĕлтернĕ. Ун шучĕпе нумай ачаллă тата пĕчĕк тупăшлă çемьесене адреслă пулăшу кун пек те параççĕ. Россия Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи ача-пăча прависем енĕпе уполномоченнăй çумĕнчи Обществăлла совет членĕ Михаил Сенкевич ЛДПР депутачĕн шухăшне ырланă, анчах та чăннипе те нушаланакан ашшĕ-амăшне кăна памалла тесе палăртнă. - Ачана шкула хатĕрлеме вăтамран çемье бюджечĕн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ укçа-тенкĕ тăкаклама тÿр килет, енчен те 2-3 ача пулсан – унран та ытларах, - палăртнă эксперт. „Пĕтĕм Российăри ашшĕ-амăшĕн пухăвĕн” тĕп совечĕн пуçлăхĕ Герман Авдюшин шкул ачисене укçапа мар, „учебниксен портфелĕпе” пулăшмалла тесе шутлать. Ун шучĕпе йĕркеллĕ мар çемьесенче уйăрса панă укçа-тенкĕне урăх нушасем валли тăкаклама пултараççĕ. Пĕтĕм Российăри Обществăлла шухăша тĕпчемелли центрăн даннăйĕсем тăрăх, 2018 çулта Россия çыннисем сентябрĕн 1-мĕшне хатĕрленме 21135 тенкĕ тăкакланă, вĕсенчен çуррине – шкул форми, атă-пушмак тата ытти япалана туянма. Çавăн чухне ыйтса тухнă çынсен 2/3-мĕш пайĕ хăйсен укçи-тенкипе шкула хатĕрленесси йĕркеллĕ пулăм тесе шутлать. Паллах, мĕн чухлĕ укçа тăкакласси кашни çемьерен хăйĕнчен килет: пĕрисем ылмаштарса тăхăнма ик-виçĕ тум туянаççĕ, теприсем – пĕррепе çырлахаççĕ. Тавар хакĕсем те тĕрлĕ магазинта тĕрлĕрен. Тата, паллах, япала пахалăхĕнчен те килет хак. Ачана шкула кайма пулăшу парасси лайăх пуçару, анчах та влаçри çынсен шухăшĕсем тĕрлĕрен: ырлаканни те, пăрахăçлаканни те пур. „Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне паракан капитал” пулĕ-и – ку ыйту уçă юлать. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Пӗтӗмлетсе каласан, чăваш чӗлхин пуласлăхӗ чӗлхеçӗсемпе филологсен, вӗрентекенсен тивӗçӗ кăна мар, пурин те. ❮ ❯ Апрелӗн 25-мӗшӗнче эпир Чăваш чӗлхи кунне палăртатпăр. Кашни шухăшлакан чăвашшăн вăл пысăк пӗлтерӗшлӗ. Шухăшлаканнисен тӗп тивӗçӗ вара – тăван чӗлхемӗре аталантарма, ăна упраса хăварма хистекен туйăма мӗнпур чăваш çынни патне çитересси. Ан тив, вӗсен чӗринче те чӗлхене сума сăвас, хисеплес, вӗренес туйăм вăрантăр. Сăмаха ӗç çине куçарсан: паян Тутарстанра чăваш чӗлхине сыхласа хăварас енӗпе нумай ӗç илсе пырăнать. Пӗрремӗшӗнчен, республикăра «Сувар» хаçат тухса тăрать. Хаçата паян информаци хатӗрӗ пек кăна йышăнма çук, ăна Тутарстан чăвашӗсен хальхи летопиçӗ теес килет. Иккӗмӗшӗнчен, чăваш чӗлхине вӗрентекенсем тăван чӗлхемӗре упраса хăварассипе питӗ пысăк ӗç илсе пыраççӗ. Хальлӗхе Тутарстанра 90 ытла чăваш шкулӗ ӗçлет. Шел пулин те, сахал ачаллă ялсенче шкулсем хупăнаççӗ. Район шкулӗсене çӳреме тытăннисем вырăсланаççӗ. Ашшӗ-амăшӗ пит шухăшламасть ачине чăвашла вӗрентме. Ăçтан, хăçан пуçланчӗ-ши чăваш çемйинче хамăр чӗлхене вырăс е ытти чӗлхене чăрмантаракан фактор вырăнне хума пуçлани? Чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсене пысăк тав калас килет. Вӗсем тăрăшнипе шухăшлакан çын хăй ачине чăвашла вӗрентет, вӗренӳре пулăшать. Тутарстанри чăваш шкулӗсем пӗр-пӗринпе тачă çыхăнура тăни аван. Чăваш чӗлхи учителӗсен Ватсапра хăйсен ушкăнӗ пур. Унта вӗсем çивӗч ыйтусемпе, вӗрентӳ процесӗпе, квалификацие ӳстерес ыйтусемпе çыхăннă йывăрлăхсене сӳтсе яваççӗ, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашаççӗ. Виççӗмӗшӗнчен, Тутарстанра Чăваш наципе культура автономийӗ, районсенче унăн филиалӗсем – чăваш центрӗсем ӗçлени ырă пулăм. Тăван чӗлхене вӗсем культура чӗлхи урлă аталантарса упраса хăварма тăрăшаççӗ. ЧНКА çумӗнче чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ ӗçлени пысăк пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем хальхи çамрăксене ăнланас çулӗ, аслисемпе танлаштарсан, кӗскерех. «Аталан» çулсерен чăваш шкулӗсенче вӗренекенсемпе тӗрлӗ форумсем ирттерет. Вӗсем квест майлă пулнипе ачасем унта хаваспах хутшăнаççӗ. Аталансем хушшинче чăваш блогерӗсем пулни лайăх. Вӗсем социаллă сетьсенчи хăйсен аккаунчӗсене чăвашла илсе пыни тăван чӗлхен статусне, рейтингне çӗклет. Вӗсем пӗр виççӗн-тăваттăн та пур. Пӗтӗмлетсе каласан, чăваш чӗлхин пуласлăхӗ чӗлхеçӗсемпе филологсен, вӗрентекенсен тивӗçӗ кăна мар, пурин те. Чӗлхе сумне ӳстерес тесен ырă тӗслӗхсем нумайрах пулсан аван. Республика ертӳçисен вăйлă пулмалла, Чăваш Республикин рейтингӗ пур енӗпе те, çав шутра социаллă-экономика аталанăвӗпе, çӳллӗ шайра пулмалла. Республика Пуçлăхӗ наци лидерӗ пулмалла. Кăна Тутарстан тӗслӗхӗпе кăтартма пулать. Рустам Минниханов вăйлă Президент пулнисӗр пуçне наци лидерӗ те. Çавна халăхӗ курать, хăй культурипе, чӗлхипе мăнаçланать. Наци лидерӗ тутар чӗлхин рейтингне хăй халăхӗ умӗнче çӗклеме пултарчӗ, культурăна тӗнче шайне кăларчӗ. Мӗншӗн пирӗн вӗсен тӗслӗхӗпе усă курас мар? Чăваш Республики вăйлă та çирӗп аталанакан регион пулсан, Раççей, тӗнче шайӗнче сумлă та пултаруллă çыннисем йышлă пулсан халăхăмăр çакăнпа мăнаçланса кашни хăй ачине, паллах, чăвашла вӗрентӗ. Кашни чăвашăн уншăн тăрăшмалла. Хамăрăн чи авал та илемлӗ чӗлхене çитес ăрусем валли сыхласа хăварма пӗлмелле. Эпир чăннипех пуян халăх. Пирӗн искусствăсен кашни тӗсӗ аталаннă (киноискусствăна аталантарасчӗ, Раççей шайне те пулин кăларасчӗ), литература пуян. Тата Чăваш Ен ертӳçисем патне пӗр сӗнӳ пур: Чăваш ачисем валли ятарлă телеканал уçмалла. Тутарсен «Шаян» телеканал пур. Унта кунӗпе ачасем валли тутарла кăларăмсем, уроксем, мультфильмсем кăтартаççӗ. Раççейри чи паллă анимаци сериалӗсене вӗсем хăйсен чӗлхи çине куçарнă. Чăвашсен те телеканал уçмаллах. Ача хăй юратнă мультфильмӗсене, ан тив, чăвашла пăхтăр. Çапла вăл мӗн пӗчӗкрен чăвашла вӗренӗ. Ун валли укçа шеллемелле мар. Кăтартăвӗ халăхăмăршăн шутсăр пысăк пулӗ. Чăваш чӗлхине упраса хăварас тесен çӗнӗ технологисемпе анлă усă курмалла. Ачасем гаджетсем юратаççӗ, апла вӗсен платформисемпе анлă усă курмалла. Чăвашла видео-вăйăсем шутласа кăлармалла. Вӗсем пулăшу вырăнне пулӗç. Инвесторсем шырамалла. Шанатăп, сӳрӗк мар çынсем пирӗн хушăра йышлă. Чăваш Республикин çӗнӗ Пуçлăхӗ Олег Николаев чăваш чӗлхи пуласлăхӗшӗн ырă ӗçсем тăвасса шанас килет. Пирӗн ачасем валли чăвашла телеканал уçассине хăй ӗçӗн программине илсен аван пулӗччӗ.
Сапăрлăх тĕллевĕсем: Йывăçсене сăнама, юратма, упрама, ырăлăхĕсемпе тĕрĕс усă курма, хурăн пахалăхĕ çинчен пĕлме хистесси. Ăнлантару тĕллевĕсем: Çыхăнуллă пуплеве йĕркелесси, тĕрĕс тата ăнкаруллă вулас хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне ỹстересси. Усă курнă технологисем: хутшăнупа информаци технологийĕсем, сывлăха сыхлас технологисем, метапредмет технологийĕ, проблемăллă тата аталантару технологийĕсен элеменчĕсем, ушкăнра хутшăнса ĕçлесси. Ĕç меслечĕсемпе мелĕсем: учитель сăмахĕ, диалог, монолог, шырав-тĕпчев, мăшăрпа, ушкăнпа ĕçлесси, вулав, çыру, грамматика материалĕсемпе ĕçлесси, валеçỹ хатĕрĕсемпе ĕçдлесси, проблемăллă ыйтусене анлăрах хурав пама тăрăшни. Пуплев хăнăхăвĕсем: пĕр-пĕрне илтес, ыйтусем парса вĕсем çине хуравлас хăнăхусене аталантарасси, палăртуллă вулав, сăмах йышне пуянлатасси, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарасси. Чĕлхе теорийĕ: япала ячĕсемпе, паллă ячĕсемпе калаçура тата çырура тĕрĕс усă курасси. Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, слайдсем, ỹкерчĕксем, плакат «Кроссворд», кăмăла палăртмалли стикерсем, учебник, хут, валеçỹ карточкисем, аудиоматериал.
Кăçалхи уяв «Иртнине пĕлмен халăхăн малашлăхĕ çук» девизпа йĕркеленчĕ. Мероприятие чăваш чĕлхипе литература учителĕ М.М.Трофимова йĕркелесе ирттерчĕ. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен «Çÿллĕ çăлтăр çути» ятлă фильм пăхрĕç. Уявра ачасем сăвăсем вуларĕç, юрăсем юрларĕç, чăваш халăх вăййисене вылярĕç. Уйрăмах яланхи артистсене - Светлана Трофимовапа Мария Васильевана, Карина Павловапа Елизавета Павлована, Татьяна Жилкинăна - пысăк тав сăмахĕ каламалла. 5-8 классенче вĕренекенсем вăйă юррисем юрларĕç, чăваш ташшисем ташларĕç. 1-4 класс ачисем Чăваш чĕлхи кунне халалланă ÿкерчĕксен выставкине йĕркелерĕç. Унсăр пуçне çакна та палăртса хăварас килет: республикăри чăваш чĕлхипе литература олимпиадинче пĕрремĕш тата парнеллĕ вырăнсене çĕнсе илнĕшĕн М.М.Трофимовапа унăн вĕренекенĕсем Светлана Трофимовапа Виталий Петров укçан премие тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕсене чысласси апрель уйăхĕн 26-мĕшĕнче Пелепей хулинчи тĕп культура çуртĕнче иртнĕ. Учительсен коллективĕ вĕсене çак ятпа хĕрÿллĕн саламлать. Ирина НИКОЛАЕВА, вĕрентекен. Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Эпир вăрçă тата ӗç ветеранӗсене сума сăватпăр, çӗре кӗнисен умӗнче пуç таятпăр. Пирӗн тете, Петр Дмитриевич Охотин, пурнăçне Тăван çӗршыва хӳтӗлес ӗçе халалланă, тивӗçлӗ канăва тухсан юридици ӗç-хӗлӗнче вăй хунă. Халӗ Украинăра пурăнать. Вăл çулӗсемпе çамрăк мар пулсан та, унăн Тăван çӗршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă асаилӗвӗсем питӗ нумай. Эпир вӗсенчен... ❮ ❯ Эпир вăрçă тата ӗç ветеранӗсене сума сăватпăр, çӗре кӗнисен умӗнче пуç таятпăр. Пирӗн тете, Петр Дмитриевич Охотин, пурнăçне Тăван çӗршыва хӳтӗлес ӗçе халалланă, тивӗçлӗ канăва тухсан юридици ӗç-хӗлӗнче вăй хунă. Халӗ Украинăра пурăнать. Вăл çулӗсемпе çамрăк мар пулсан та, унăн Тăван çӗршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă асаилӗвӗсем питӗ нумай. Эпир вӗсенчен хăш-пӗрисемпе хаçат вулаканӗсене те паллаштарма шутларăмăр. - Эпӗ Элшел ялӗнче çуралса ӳснӗ аттепе аннен Дмитрий Васильевичпа Наталья Захаровна Охотинсен саккăрмӗш ывăлӗ. Вӗсем колхозсем йӗркеленнӗ çулсенче Раккассинчи К.Маркс ячӗпе хисепленекен колхоза куçнă. Ӗç ударникӗ пулнă аттен республикăри колхозниксен II съездне хутшăнма та тӳр килнӗ. Ял хуçалăхне коллективизацилессинче активлă хутшăннăшăн пысăк наградăсене тивӗçнӗ. Анчах та шăпа лăпкăн çеç ӗçлесе пурăнма пӳрмен. 1941 çулта Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансан вăл тата хăйпе пӗртăван Платонпа тата Петрпа çӗршывăмăра тăшмансенчен хӳтӗлеме фронта кайнă. Çапăçу хирӗнче паттăрла пуç хунă. Икӗ аслă тете Александрпа Михаил пире, кӗçӗнреххисене, пăхассинче аннене питӗ пулăшрӗç. Анчах вӗсене те, 18-ти каччăсене, вăрçа илсе кайрӗç. Аслă тете - Александр 3-мӗш Белорусси фронтӗнчи П.К. Кошевой генерал корпусӗнче аслă телефонист пулнă, вăрçа Германире вӗçленӗ, тăван тăрăха 1947 çулта таврăнчӗ. Иккӗмӗш тетене Михаила 1943 çулта фронта илчӗç. 3 уйăх вӗреннӗ хыççăн вăл сапер чаçӗсенче çапăçнă, пирӗн çарсем валли юханшывсем урлă каçма кӗперсем тунă. Вăл вăрçă çулӗсене 2-мӗш Белорусси фрончӗн составӗнче Польшăра вӗçленӗ. Çар хӗсмечӗ вăрçă вӗçленсен те малалла пынă, вăл Туркестанри çар округӗн составӗнче Вăтам Азире пулнă. Тăван тăрăха 1948 çул вӗçӗнче кăна таврăнчӗ. Вӗсем иккӗшӗ те фронтри паттăрлăхшăн наградăсене тивӗçнӗ. Александрпа Михаил тетесем маншăн атте вырăнӗнче пулчӗç. Пӗлӳ ил­ме пулăшрӗç. Вӗсене яланах чӗрере уп­ра­тăп, - тет вăл. Пирӗн çӗршывра çакăн пек историсем миллионӗ-миллионӗпе. Эпир, çамрăк ăру çыннисем, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче кăтартнă паттăрлăхсене манма тивӗçлӗ мар. Пурне те Çӗнтерӳ кунӗ ячӗпе!
Чăваш Хурамал ялĕнче „Башмирпродторг” ялхуçалăх потребитель кооперативĕ мăйракаллă шултра выльăх, сысна тата кайăк-кĕшĕк ашне ĕçлесе хатĕрлес енĕпе цех уçнă. Проекта Пушкăртстан Республикин Ял хуçалăх министерстви пулăшнипе реализациленĕ. Цех уçас церемонине ПР Ял хуçалăх министерствин представителĕсем Р. З. Ахмедшин, Ф.Х. Абизов, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Т.М. Сафин, „Аургазăри информаципе координаци центрĕ” МБУ директорĕ Р.Е. Исангулова тата кооператив членĕсем хутшăннă. Кооператив председателĕн, Андриян Николаевăн, сăмахĕпе, пĕр сменăра 300 кг таран продукци хатĕрлесе кăларма пулать. Цех аш-какай деликатесĕсене ÿсентăран тата аш-какай ылмашăвĕсемпе, сойăпа, крахмалпа усăланмасăр чăн-чăн ашран кăна туса кăларĕ. Кунта 10 ытла тĕслĕ аш-какай изделийĕ туса кăларма шутлаççĕ. Аургазăри информаципе координаци центрĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Виталий Елтова эпӗ Аксура тухса тăракан «Ял пурнăçӗ» хаçатра тăлмачра ӗçленӗ вăхăтра лайăх пӗлме тытăнтăм. Çакăнта В.Елтовăн çырас пултарулăхӗ аванах сисӗнчӗ. Ку вăл 1966-1968 çулсенче пулчӗ. Кайран та Елтов мана манмарӗ. 2011 çул вăл ман пата хăйӗн «Вăрланă юрату» (2011, Шупашкар) кӗнекине ярса пачӗ. Кӗнекере Сăпанипе Илюç мӗн ачаранпах пӗрле... ❮ ❯ Виталий Елтова эпӗ Аксура тухса тăракан «Ял пурнăçӗ» хаçатра тăлмачра ӗçленӗ вăхăтра лайăх пӗлме тытăнтăм. Çакăнта В.Елтовăн çырас пултарулăхӗ аванах сисӗнчӗ. Ку вăл 1966-1968 çулсенче пулчӗ. Кайран та Елтов мана манмарӗ. 2011 çул вăл ман пата хăйӗн «Вăрланă юрату» (2011, Шупашкар) кӗнекине ярса пачӗ. Кӗнекере Сăпанипе Илюç мӗн ачаранпах пӗрле выляса ӳснӗ. Вунă класс пӗтернӗ хыççăн та иккӗшӗ те колхоз ферминче ӗçлеме тытăннă. Вӗсен туслăхӗ чăн-чăн юратăва куçать. Хусанти института та пӗрлех вӗренме кӗреççӗ те пӗрлех вӗренсе тухаççӗ. Иккӗшӗ те шкулта ачасене вӗрентме тытăнаççӗ. Часах Илюçăн салтака каймалла пулать. Салтакран Илюç чипер таврăнать. Илюçпа Сăпани иккӗш пӗрлешеççӗ. Илюç ялти шкулта физика вӗрентет, Сăпани - чăваш чӗлхипе литературине. Пӗрле килӗштерсе пурăннă çӗртенех Илюçа КПСС райкомне чӗнеççӗ те «Шуçăм» колхоз хыçала юлнă тесе колхозри партком секретарӗн ӗçне сӗнеççӗ. Парти хушнă пулсан итлемеллех. Ӗçлеме килӗшет пулин те Илюç киле хуçăк кăмăлпа таврăнать. - Мана хам юратнă ӗçе пăрахтараççӗ. Ырантан «Шуçăм» колхозра партком секретарьне лартаççӗ, - пӗлтерет вăл хăйӗн юратнă арăмне. - Ма хирӗçлемерӗн-ха? - ыйтать Сăпани. - Эх, Сăпани, хирӗçлеме май килмерӗ. Райком секретарӗ парти сӗнӗвӗпе килӗшмесен кӗреçе-сенӗк йăтса каллех фермăна уттарассине систерчӗ. - Çапла, парти хăйне хирӗç тăракана ним мар пӗтерсе тăкма пултарать. Колхозри коммунистсен пухăвне райкомăн виççӗмӗш секретарӗ Егор Егорович килет. Коммунистсем Илюçа, Илья Семеновича ӗнтӗ, партком секретарьне суйлама пурте алă çӗклеççӗ. Пуху вӗçленсен Егор Егорович ферма ертӳçипе Илюçа пӗр пушă пӳлӗме чӗнсе кӗртет те канашсем парать. - Алексей Петрович, иртнӗ çул сирӗн хуçалăхри Елена Смирнова коммунистка сӗт сăвассипе малта пычӗ, - терӗ вăл ферма ертӳçине. - Кăçал вара Агафья Петрован кашни ӗнерен çулталăкра 5 пин килограмм сӗт сумалла. Ку - райком хушăвӗ. Çакă вара партком çӗнӗ секретарьне тӗлӗнтерчӗ. Райком секретарӗ кайсан Илья Семенович Елена Смирнова ӗнисем çинчен пӗлме тăрăшать. Анчах та хăй хӗрсе ӗçлеме тытăнмасăр нимех те пӗлеймест. «Агафья Петрова пӗлтӗр кашни ӗнерен 3000 килограмм сӗт суса илнӗ пулсан, кăçал вара мӗнле майпа 5000 килограмм сӗт суса илме пултарать?» - çак ыйту канăç памасть çӗнӗ секретаре. Илюç килне таврăнсан Сăпанипе калаçма тытăнать. Хăй тӗлӗннине пӗлтерет. - Сăпани, чунăм, пӗлтӗр пӗр доярка пӗр ӗнерен 3000 килограмм сӗт суса илнӗ пулсан, çав ӗнесенченех мӗнле майпа 5000 килограмм суса илме пулать? Ӗнисене ăратлисемпе улăштарман вӗт. - Эсӗ пурнăçран юлса пыратăн, - тет Сăпани. Коммунист дояркăна малти вырăна кăларас йăлана райком шухăшласа тупнă. Çамрăк тынисене, пӗрре пăруланисене, вăрахчен ӗнесен шутне куçарманшăн темиçе харкашу кăларнă. Çак ушкăнри çамрăк ӗнесенчен талăкне икӗ-виçӗ фляга сӗт сунă. Çав сӗте, райком хушнипе, мала кăларма палăртнă доярка çине çырса пынă. Вăл укçине те ыттисенчен ытларах илнӗ. Колхозра комсомол организацийӗн секретарӗ, парторг пулса курнипе эпӗ хам та çак тӗслӗхсемпе тӗл пулнă. Тӳррине кала-ха, ху та аванах шар курăн. В.Елтов çакна, хăй ялта пурăннипе те куркаланă. Çак тӗслӗх пирки дояркăсем кăмăлсăр пулнине хам та курнă. Кунта автор пурнăçра чăнах та çакăн пек тӗслӗхсем пулнине çутатса парать. Партишӗн кирек мӗнле ӗçре те коммунист ӗçре малта пулнине кăтартмалла пулнă. Çак тӗслӗхре мӗн чухлӗ тӗрӗсмарлăх пулнă. - Ах, Илюç, эпӗ саншăн хăратăп. Эсӗ те ултав çулӗ çине тăрасран сехре хăпать, - тет Сăпани мăшăрне. Илюç пӗтӗмпех ăнланса илме тытăнать тӗрӗсмарлăха. Вăл райком бюровӗнче те тӗрӗсне калани пӗрремӗш секретаре килӗшмест. Бюрора ăна Иван Васильевич, райкомăн пӗрремӗш секретарӗ, партирен кăларассипе те хăратса пăхать. Ун пек пулсан учительте те ӗçлеттермӗç. Илюçа «Шуçăм» колхозри партком секретарӗнчех хăвараççӗ. «Ӗçлес кăмăл сӗврӗлчӗ çав бюро хыççăн. Кăлармаллаччӗ вӗсен мана партирен. Учитель ӗçне памасан фермăра та ӗçлеме пултаратăп», - шутлать Илюç тӗрӗсмарлăха сивлесе. Çураки ăнăçлă иртсе каять. Çакăн хыççăн Акатуй вăхăтӗнче юлашкинчен ВЛКСМ райкомӗн иккӗмӗш секретарӗ Фекла Вострикова Илюçа парти райкомӗн пикникне чӗнет. Пикник пӗр уçланкăра иртет. Çакăнта ӗнтӗ Хвекле йăпăлтатса Илюç çумне çыпçăнать. Ăна уйрăм хăналас тесе пӗр улах вырăна чӗнет. Илюç хирӗç тăраймасть. Çакăнта вăл Хвеклепе улталанать. Ун хыççăн Илюç Хвекле килӗнче çӗр каçать. Илюç пурпӗрех хăйӗн Сăпанине юратать-çке. Майӗпен çапла райком уставне те, киревсӗрлӗхе те кӗрсе ӳкет. Унтан хăтăлас тесе тăрăшать. «Ним мар вӗт Сăпани юратăвне вараласа Хвеклепе кайрăм», - хăйне вăрçма тытăнать. - Тӗнче ултав çинче тăрать. Эсӗ те çак ултавпа пурăнан, манпа киленсе Сăпанине чике тăршшӗ лартатăн. Хăвна çветтуй вырăнне тытатăн та, санра шуйттансем иртӗхеççӗ, - тет ăна Хвекле юлашкинчен. Çапла Илюç райкома пула хăй ултав серепине кӗрсе ӳкнине пӗтӗмпех ăнласа илет. Илюçа тепӗр бюрора партирен, ӗçрен кăлараççӗ. Вăл вара газ, нефть пăрăхӗсем хывакан трест­ра ӗçлеме тытăнать. Ман шутпа, Виталий Елтов калавра хăйӗнчен шутласа кăларнине мар, пӗтӗмпех пурнăçран илнине çырать. Ун пек тӗрӗсмарлăх вăл вăхăтра çителӗклех пулнă. Пур ӗçре те коммунистсем малта пынине кăтартмаллаччӗ. Эпӗ хам колхозри комсомол организацийӗн, парти организацийӗн секретарӗнче пулса курнăран пӗлетӗп. Колхоз мала тухать пулсан е пӗр-пӗр паллă куна уявланă вăхăтра ӗçре малта пыракансене пама медальсем килеççӗ. Парти организацийӗн секретарӗ, ял Совет председателӗ, колхоз председателӗ виççӗн пăхса тухаççӗ. Райкомран хушу килет: коммунистсене миçе медаль, пӗрне комсомол членне, теприне фермăра ӗçлекене, механизатора - пӗрре, пӗр медаль бригадирсенчен пӗрне. Колхоз темиçе яла пӗрлештерет пулсан, кашни ялта ферма, трактор паркӗ те пур. Пăхан та, тепӗр лайăх тăрăшса ӗçлекен медальсӗр тăрса юлать. Райкома шăнкăравлатăн. Райком хушăвӗнчен пăрăнмалла мар тесе хурав килет. Çапла вара тепӗр медаль илме тивӗçлиех медальсӗр тăрса юлать. Вырăнти суйлава тăратнă кандидатсем те райком хушăвӗпе пулса пыратчӗç. Виталий Елтов коммунистсем хуçаланнă вăхăта питӗ тӗрӗс çутатса парать. Калав çăмăллăн вуланать. Автор чӗлхи пуян. Калаçура сахал усă куракан сăмахсемпе пӗлсе усă курать: «ăмăрлăх», «кӗрнетӗр», «сан капашу». Калава вуланă май кăна çак сăмахсен пӗлтерӗшне ăнланса илме пултарать вулакан. Калавра тӗп сăнар - Илюç. Вăл тӳрӗ чунлă çын. Тӗрӗслӗхе юратать пулин те райком хушăвне пăхăнса тӗрӗс мар çул çине тухать. Анчах та хăвăрт туйса илет хăй тӗрӗс мар, ултав çулӗ çине тăнине. Юлашкинчен ăна, ултав çулӗ çинчен пăрăннă хыççăн, партирен, ӗçрен кăлараççӗ. Илюç мăшăрӗ Сăпани те тӳрӗ чунлă çын. Илюç ултав çулӗ çине тăнине тӳрех ăнланса илет. Сăпани Илюçран та малкурăмлăрах. Вăл Илюçа та тӗрӗс мар çул çине тухасран асăрхаттарать. Калавăн лайăх енӗ - çынна тӗрӗслӗхе ултавран уйăрса илме вӗрентесси, суяна сивлени, çынна тӳрӗ чунлă пулма вӗрентесси.
Юлашкинчен çунă çумăрсем уйра ỹсекен тыр-пула хỹхĕм çитĕнме май пачĕç. Çанталăк шăрăхлатни вĕсене пулса çитме пулăшрĕ. Августăн 1-мĕшĕнче районта Камиль Салихов фермер хуçалăхĕнче вырма каçалăкне уçрĕç. Илен кун вара "Батыревский" акционерсен хупă пĕрлешĕвĕн ĕçченĕсем "уй-хир карапĕсене" кĕрхи тулă ани çине илсе тухрĕç. Сап-çарă та пĕр тикĕссĕн çилпе чỹхенсе ларакан уя харăсах виçĕ комбайн кĕрсе кайрĕ. Штурвала Николай Викторов, Вадим Краснов, Геннадий Ялуков комбайнерсем тытса пыраççĕ. - Çурхи ака-суха ĕçĕсем вăраха тăсăлчĕç пулин те пĕрчĕллĕ культурăсене вăхăтра акса хăварма пултартăмăр. Йĕперех лаптăка çĕр улми лартрăмăр. Кукуруза акни те вырăнлă пулчĕ. Выльăх апачлĕх культура çын çỹллĕш ỹс- нĕ,- тет çĕр ĕçченĕсен тăрăшулăхне хак парса пĕрлешỹ директорĕ Петр Ялуков. 2000 çулта çак хуçалăхра ĕçлеме пикеннĕ Петр Валерьевич "ир тăракан çерçи тутă пулнине" тепĕр хут çирĕплетрĕ. Ана хĕррипе çапнă тыр-пулăн пĕрремĕш бункерĕнченех тухăç гектартан 50 центнертан кая мар тухассине палăртрĕç специалистсем. - Тырă нỹрĕлĕхĕ пысăк мар. Комбайнсене тулли хăватпа ĕçлеттерме пулать. Ирхи сывлăм часах типмест. Çавна май техникăна ана çине кăнтăр апачĕ умĕн çеç илсе тухассине шута илĕпĕр,- тет пĕрлешĕвĕн тĕп агрономĕ Евгений Сейфуллин. Евгений Олегович сăмахне çирĕплетсе техникăшăн яваплă Вячеслав Сельцов калаçăва малалла тăсрĕ: "Маларахри çулсенче ана çине 10-12 "Нива" комбайн кĕнĕ. Вĕсен ĕç тухăçлăхĕ пысăках пулман. Халĕхăватлă техникăпа вырса çапатпăр. Анасем тасаран тỹрремĕнех пухса кĕртессине мала хуратпăр. Ĕç условийĕсене тивĕçтерме тăрăшнă. Комбайнсем çинче кондиционерсем пур. Кабинăна тусан кĕмест". Пур ĕçе те вăхăтра тума тăрăшаççĕ кунта. Выльăх-чĕрлĕх валли кирлĕ чухлĕ сенаж та хывнă. Нумай çул ỹсекен курăксене виççĕмĕш хут çулма ĕмĕтленеççĕ. Малашлăха пăхса ĕçлеççĕ. Хуçалăх экономикине тĕреклетес тĕллевпе пĕр çул тыр-пул, тепринче çĕр улми ытларах çитĕнтереççĕ. Вĕсене хак пур чухне ăсатма тăрăшаççĕ. 1000 гектар пĕрчĕллĕ культурăсене пухса çапсан вăтамран кĕлете мĕн чухлĕ тухăç кĕрессине те шутласа хунă. - Специалистсем вырăнта пирĕн. Кашнийĕшĕ хăйĕн участокĕшĕн яваплă. Команда пулсан палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пулать. Хушма ĕç вырăнĕсем те уçатпăр. "Версаль" каферех 20 çын ытла ĕçлет. Хамăрăн продукци унта та усă курăнать,- тет Петр Ялуков. Çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ комбайнсем. Бункерĕсем çĕнĕ тырăпа тулаççĕ. Владимир Ялуков, Сергей Сымов, Станислав Сулагаев водительсем ăна йĕтем çине туртараççĕ. Унтан тасатса типĕтнĕ тырра Николай Горбунов управа кĕртме хатĕр. Ĕç тỹлевĕ тивĕçтерет те, хавхалантарать те кунта ĕçлекенсене. Мускав айккинче тăтăр. Вырмана кĕске вăхăтра вĕçлесшĕн тыр-пул çитĕнтерекенсем. Кашни комбайна 330 ытларах гектар лекет пухса çапмалли. Кайран ытти хуçалăхсене пулăшма кайма та ỹр- кенмеççĕ. Ертỹçĕпе пĕр çуларах, аслăрах çынсем вăй хураççĕ пĕрлешỹре. Пурте вĕсем ачаранах çак уй-хирте ĕçлесе ỹснĕ. Комбайнсем хыççăн пучах пуçтарнине те, лашапа утă- улăм турттарнине те, çĕр улми йăранĕсене çумланине те кăмăлтан аса илеççĕ. - Тыр-пул çитĕнтересси - сумлă ĕç. Куллен усă куратпăр çăкăра апатра. Чыс та мухтав çĕр ĕçченĕсене. Вырмана çăмăллăн, пĕр тăкаксăр, кăлтăксăр ирттерме сывлăхăр пултăрах,- терĕ ĕçченсене хавхалантарса район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов.
Кузнецов Геннадий Васильевич, — сăвăç, журналист. 1945 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шуртан ялĕнче çуралнă. 1994 çултанпа чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ. ПурнăçĕПравить Вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн Йĕпреç район хаçатĕнче яваплă секретарь вырăнĕнче ĕçленĕ. Халĕ «Хыпар» хаçатăн корреспонденчĕ. ӖçĕсемПравить Геннадий Кузнецов сăвăсем, очерксем, калавсем, публисцистикăлла статьясем çырать. Унăн ĕçĕсем хаçатсемпе журналсенче пичетленеççĕ.
Чăваш наци конгресĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналĕ, чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа «Ман халăх - ман Тăван çĕршыв» регионсен хушшинчи литература пултарулăхĕпе ал ĕç ăсталăхĕн конкурсне ирттереççĕ. Конкурса Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн регионӗсенчи шкулсенче 4-11-мĕш классенче вĕренекенсене,... ❮ ❯ Чăваш наци конгресĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналĕ, чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа «Ман халăх - ман Тăван çĕршыв» регионсен хушшинчи литература пултарулăхĕпе ал ĕç ăсталăхĕн конкурсне ирттереççĕ. Конкурса Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн регионӗсенчи шкулсенче 4-11-мĕш классенче вĕренекенсене, колледжсемпе аслă шкулсен студенчĕсене хутшăнма чĕнеççĕ. Регионсен хушшинчи литература пултарулăхĕпе ал ĕç ăсталăхĕн конкурсĕ 2018 çулхи январь уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа апрелӗн 10-мĕшĕччен пырать. Конкурс тăватă номинаципе иртет: чи лайăх сăвă, чи лайăх калав, очерк, тĕрленчĕк, чи лайăх пьеса, алăпа тунă чи лайăх япала (çыхса, тирсе, касса, тĕрлесе, эрешлесе, капăрлатса, çунтарса-ĕнтсе тата ытти мелпе тунă ал ăсталăх япалисем). Конкурс комиссийĕ литературăн тĕрлĕ жанрĕпе чăвашла çырнă ал çыру хайлавĕсене тата алăпа тунă япаласене йышăнать. Прозăпа пьеса хайлавĕсен калăпăшĕ 10-15 страницăран ытла мар, сăвăсен хисепĕ 3-рен кая мар пулмалла. Алăпа тунă япаласене конкурса темиçе тăратма та юрать. Ал çырусене компьютерпа А4 форматлă шурă хут листи çине Times New Roman шрифтпа, 12 №-лĕ пысăкăшĕпе, 1,5 йĕрке хушшипе, пур енчен те хĕррисене (поля) 2 см хăварса пичетлемелле. Çамрăк авторсен ал çыру хайлавĕсенче, алăпа тунă япаласенче конкурсăн номинаци ятне, хăйсен хушаматне, ятне тата ашшĕ ятне, хăш шкулта (колледжра е аслă шкулта), миçемĕш класра (ушкăнра) вĕреннине, район (хула), республика (область) ятне чăвашла, вырăсла тата пултарулăх ăмăртăвне хатĕрлекен вĕрентекенĕн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, телефон номерне çырмалла. Конкурс ĕçĕсене 2018 çулхи апрель уйăхĕн 10-мĕшĕччен «Ача-пăча конкурсне» паллăпа çак адреспа йышăнаççĕ: congress21@maill.ru е 428032, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10-мӗш çурт, Чăваш наци конгресĕ. Телефон: 62-82-05 «Ман халăх - ман Тăван çĕршыв» конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсене дипломсемпе парнесем парса чыслаççĕ. Конкурса хутшăннисене пурне те сертификат параççĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене хатĕрленĕ вĕрентекенсене Тав хучĕпе чыслаççĕ. Чыслава хăçан тата ăçта ирттерессине уйрăм пĕлтереççĕ. Чи лайăх хайлавсене «Тантăш» хаçатра, «Самант» тата «Тăван Атăл» журналсенче пичетлеççĕ.
2018 çулхи январӗн 1-мӗшӗ хыççăн çемьере çуралнă е усрава илнӗ пӗрремӗш ачашăн уйăхсерен парăнакан укçана илмешкӗн документсене Тутарстанри социаллă хӳтлӗх министерствин районсенчи уйрăмӗсенче январӗн 3-мӗшӗнчен йышăнма тытăнаççӗ. Çапла пӗлтерчӗ ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова паян «Татар-Информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире. Закон тăрăх, уйăхсерен парăнакан укçана илес тесен... ❮ ❯ 2018 çулхи январӗн 1-мӗшӗ хыççăн çемьере çуралнă е усрава илнӗ пӗрремӗш ачашăн уйăхсерен парăнакан укçана илмешкӗн документсене Тутарстанри социаллă хӳтлӗх министерствин районсенчи уйрăмӗсенче январӗн 3-мӗшӗнчен йышăнма тытăнаççӗ. Çапла пӗлтерчӗ ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова паян «Татар-Информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире. Закон тăрăх, уйăхсерен парăнакан укçана илес тесен документсене ача çуралнă хыççăн ултă уйăх çитиччен тăратмалла. Ун чух ача укçине ача çуралнă кунран тӳлеççӗ. Ытти чухне документсене тăратнă кунран. Ача укçине çулталăк илнӗ хыççăн социаллă хӳтлӗх органӗсене тепӗр хут документсем тăратмалла, мӗншӗн тесен тӳлев çулталăка кăна пырать. Çӗнӗ çул уявӗсен вăхăтӗнче социаллă хӳтлӗх уйрăмӗсем январӗн 3-мӗшӗнчен (ирхине 9 сехетрен 14 сехетчен) ӗçлеме тытăнаççӗ. (С. Исхаков сăнӳкерчӗкӗ). Уйăхсерен парăнакан ача укçине илес тесен вырăнти социаллă хӳтлӗх органӗсене ача çуралнине е усрава илнине ӗнентерекен свидетельство, çемьен 12 уйăхри тупăшӗ çинчен справка, банкра уçнă шут реквизичӗсене тăратмалла. Амăшӗсен хăйсемпе пӗрле паспорт пулмалла.
(Ирина Кузьмина). Паян «Татар-информ» агентствăра Хусан - Мускав - Симферополь видеокӗпер иртрӗ. Ăна ятарласа Халăхсен пӗрлӗхӗн кунне халалланăччӗ. Тӗллевӗ - наци общинисемпе йăлари конфессисен представителӗсем патшалăх институчӗсемпе тата хăйсем тӗрлӗ сферăра пӗрле мӗнле ӗçленине сӳтсе явассиччӗ. Сăмах май, видеокӗпере ТР ЧНКА Ӗçтăвком ертӳçи Владимир Иванов та хутшăнчӗ. Тутарстанри наци политикин... ❮ ❯ (Ирина Кузьмина). Паян «Татар-информ» агентствăра Хусан - Мускав - Симферополь видеокӗпер иртрӗ. Ăна ятарласа Халăхсен пӗрлӗхӗн кунне халалланăччӗ. Тӗллевӗ - наци общинисемпе йăлари конфессисен представителӗсем патшалăх институчӗсемпе тата хăйсем тӗрлӗ сферăра пӗрле мӗнле ӗçленине сӳтсе явассиччӗ. Сăмах май, видеокӗпере ТР ЧНКА Ӗçтăвком ертӳçи Владимир Иванов та хутшăнчӗ. Тутарстанри наци политикин опычӗ нумай региона, ют çӗршыва та интереслентерет. Унпа паллашма пирӗн пата таçтан та килеççӗ. Тӗрлӗ халăх çынни кунта ӗмӗрсем хушши туслă пурăнать, кашнин валли аталанма, хăйӗн наци культурине сыхласа хăварма мӗнпур майсем туса панă. ТР халăхсен Туслăх çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов та акă, видеокӗперте наци политики республикăра кашнинех пырса тивнине каларӗ, мӗншӗн тесен эпир нумай нациллӗ республикăра пурăнатпăр. Конфликтсăр пурăнни вара - пӗрлехи ӗç. Ку енӗпе республикăра нумай ӗç пурнăçланать. Обществăн кашни çынни хăйне илтнине, ăнланнине пӗлмелле, хӳтлӗхре туймалла терӗ.
Январӗн 24-мӗшӗнче Тутарстана Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин икӗ кунлăха ӗçпе килчӗ. «Казань» аэропортра ăна ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, Атăлçири РФ Президенчӗн полномочилле представителӗ Михаил Бабич кӗтсе илчӗç, пӗлтерет республика ертӳçин пресс-служби. Владимир Путинăн ӗç программи анлă пулчӗ. Паллах, вăл Тутарстан ертӳçипе тӗл пулса ӗçлӗ калаçу ирттернипе пуçланчӗ. Ун хыççăн... ❮ ❯ Январӗн 24-мӗшӗнче Тутарстана Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин икӗ кунлăха ӗçпе килчӗ. «Казань» аэропортра ăна ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, Атăлçири РФ Президенчӗн полномочилле представителӗ Михаил Бабич кӗтсе илчӗç, пӗлтерет республика ертӳçин пресс-служби. Владимир Путинăн ӗç программи анлă пулчӗ. Паллах, вăл Тутарстан ертӳçипе тӗл пулса ӗçлӗ калаçу ирттернипе пуçланчӗ. Ун хыççăн Раççей Президенчӗ мăсăльман духовенствин представителӗсемпе тӗл пулчӗ, калаçу çӗршыври ислам вӗрентӗвӗн аталанăвӗ тавра пычӗ. Унта Рустам Миннихановпа Михаил Бабич та хутшăнчӗç. Ларăва уçса Владимир Путин йăлари ислам Раççей культурин тӗп пайӗсенчен пӗри, мăсăльмансен умми нумай нациллӗ халăхăн пайӗ пулнине палăртса хăварчӗ. Тӗн пӗлӗвне вӗрентӳ тытăмне кӗртесси пирки те сăмах хускатрӗç. «Раççей исламӗ тӗнче исламӗн пайӗ пулмаллах, çапах унăн хăйӗн пичӗ пулмалла», - терӗ Президент. Каярахпа Владимир Путин С.П.Горбунов ячӗллӗ Хусанти авиаци заводне çитсе килчӗ. Хусан (Атăлçири) патшалăх университетӗнче çӗршыври ертӳçӗ аслă шкулсемпе телекӗпер ирттерме те ӗлкӗрчӗ. Раççей Президенчӗ çамрăксене хисепленине, унăн вӗсем патне уйрăм кăмăл пуррине пӗлетпӗр. Çакна Хусанта иртнӗ студентсен клубӗсен «Вместе вперед» Пӗтӗм Раççейри форумне хутшăнни те çирӗплетрӗ.
Хисеплӗ вулакансем! «ТАТМЕДИА» акционерлă общество кăçал та парнесем вылянтарать. Тӗп приз - телевизор тата цифрăллă фотоаппарат! Вӗсемсӗр пуçне сурăх çăмӗнчен хатӗрленӗ ăшă утиялсем те выляса илме пулать. Çак парнесене илес тесен «ТАТМЕДИА» кăларакан хаçат-журнала (виççӗрен кая мар) май уйăхӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа июнь уйăхӗн 30-мӗшӗччен çур çула çырăнмалла та квитанци копийӗсене... ❮ ❯ Хисеплӗ вулакансем! «ТАТМЕДИА» акционерлă общество кăçал та парнесем вылянтарать. Тӗп приз - телевизор тата цифрăллă фотоаппарат! Вӗсемсӗр пуçне сурăх çăмӗнчен хатӗрленӗ ăшă утиялсем те выляса илме пулать. Çак парнесене илес тесен «ТАТМЕДИА» кăларакан хаçат-журнала (виççӗрен кая мар) май уйăхӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа июнь уйăхӗн 30-мӗшӗччен çур çула çырăнмалла та квитанци копийӗсене 420066, Хусан хули, Декабристсен урамӗ, 2-мӗш çурт адреспа е podpiska@tatmedia.ru электронлă почта çине ярса памалла. Кашни районтах чи нумай хаçат-журнал çырăнса пысăк сумма пуçтаракан пӗр çынна та хавхалантару парни кӗтет. Çырура телефон номерне çырма тата «Акция» тесе палăртма ан манăр. Вылява хутшăнакан хаçат-журнал списокӗпе тата акцин условийӗсемпе тӗплӗнрех tatmedia.ru сайтра пӗлме пултаратăр. Аса илтеретпӗр, парнесене август уйăхӗн 18-мӗшӗнче вылянтараççӗ. «ТАТМЕДИА» АО кăларман хаçат-журналсем вылява хутшăнмаççӗ.
Апрелӗн 18-мӗшӗнче Çырчаллинче пулăç çухалнă, - тесе пӗлтерет Татар-информ. Çав кун васкавлă службăн 112 номерне çын çухални пирки хыпар çитнӗ. Пӗлтерекенӗ каланă тăрăх, 63-ри арçын ир ирех Камана пулă тытма кайсан таврăнман. Машинăна вара Çыран хӗрринчи вырăнта тупнă. Арçын «Лукойл» тесе çырни комбинезонпа, кăвакпа-хӗрлӗ курткăпа пулни паллă. Çумӗнче пулăç хатӗрӗсем... ❮ ❯ Апрелӗн 18-мӗшӗнче Çырчаллинче пулăç çухалнă, - тесе пӗлтерет Татар-информ. Çав кун васкавлă службăн 112 номерне çын çухални пирки хыпар çитнӗ. Пӗлтерекенӗ каланă тăрăх, 63-ри арçын ир ирех Камана пулă тытма кайсан таврăнман. Машинăна вара Çыран хӗрринчи вырăнта тупнă. Арçын «Лукойл» тесе çырни комбинезонпа, кăвакпа-хӗрлӗ курткăпа пулни паллă. Çумӗнче пулăç хатӗрӗсем те пулнă. Арçын пулла пӗрре мар çӳрени те паллă. Хальлӗхе Çырчаллинчи ПСО хăтараканӗсем çыран линине 6 километра яхăн тӗрӗслесе тухнă, анчах та çынна тупайман. Шырав ӗçӗ паян та пырать.
Çакăн пек илемлӗ ятпа çӳрет Азнакай районӗнчи пӗртен-пӗр чăваш ялӗ. Августăн 12-мӗшӗнче вăл хăйӗн 90 çулхи юбилейне сумлăн паллă турӗ. Ял мӗнле пуçланса кайнине çуткӳлсем Элмет районӗнчи пӳсрексемпе пӗрле театрализациленӗ представленипе питӗ ӗнентерӳллӗн кăтартнă. Тӗлӗнмелле çак хитре вырăна пуçласа Элмет районӗнчи Пӳсрек ялӗнчи тӗне кӗмен чăвашсем: Степан Паймуллин, Петриван Владимиров,... ❮ ❯ Çакăн пек илемлӗ ятпа çӳрет Азнакай районӗнчи пӗртен-пӗр чăваш ялӗ. Августăн 12-мӗшӗнче вăл хăйӗн 90 çулхи юбилейне сумлăн паллă турӗ. Ял мӗнле пуçланса кайнине çуткӳлсем Элмет районӗнчи пӳсрексемпе пӗрле театрализациленӗ представленипе питӗ ӗнентерӳллӗн кăтартнă. Тӗлӗнмелле çак хитре вырăна пуçласа Элмет районӗнчи Пӳсрек ялӗнчи тӗне кӗмен чăвашсем: Степан Паймуллин, Петриван Владимиров, Савелий Юлтимиров, Бикмулла Пимуллин, Тимеркай Паймуллин, Савуч Мурзакаев курнă. Шăпах вӗсене Пӳсрек ял канашӗ пулăхлă çӗнӗ çӗрсем шыраса кунти помещиксен пулнă çӗрсене пăхма янă. Çак чăвашсем кунти тавралăха курнă та, урăх çӗрсем çинчен шутлама та маннă. Çапла 1927 çулта ултă чăваш хăйсен çемйисемпе пӗрле куçса килнӗ те кунта. Ял ятне те нумай шутлама тивмен. Çывăхри хитре кӳлле ытарайманнипе яла Çутă Кӳлӗ ят панă. Çӗнӗ пурнăçа çакăн пек хитре ятпа пуçланă çӗнӗ ял-йыш. Ял халăхӗ каланă тăрăх, Степан Паймуллина кунта лаша урапи çине, хăй тунă тупăка хурсах килнӗ-мӗн. Тӗрӗс те, малтан пӗлнӗ тейӗн, нумай пурăнайман йăхташăмăр, 1927 çултах вилсе кайнă. «Леш тӗнчере те сире ертсе çӳрӗп эп»,- тенӗ имӗш вăл вилес умӗн. Çапла масар пуçӗ пулса тăнă та Степан Паймуллин. Тепӗр икӗ çултан çӗнӗ вырăна тата 24 çемье куçса килнӗ. Çӗнӗ çӗрте пурнăç пуçлама çăмăл килмен ӗнтӗ вӗсене, апла пулин те аптраман, пӗр-пӗрне пулăшнă. Чулсенчен кăмака тунă та унта черетпе çăкăр пӗçернӗ. Сăртлă вырăнта вара çӗрпӳрт чавса, стенисене тăмпа шăлса мунча туса хунă. Унта та черетпе çăвăнса тасалнă ял-йыш. Çапла пурте пӗрле, пӗр çемьери пек пурăннипе-и яла та пӗр урамлă кăна тунă вӗсем, ӗмӗрӗпех пурте юнашар, çумма-çуммăн пурăнма ӗмӗтленнӗ. Çерем пусса тырă акма та çăмăл пулман-ха вӗсене. Анчах йывăр ӗç мар, шартлама сивӗсем хуçма хăтланнă чăвашсене, çӗрпӳртре пурăнса нумайăшӗ чирлеме тытăннă. Пулăшăва вара çумри Учалли тутарӗсем килнӗ-мӗн, çӗнӗ ял çыннисене вӗсем хăйсен çурчӗсенче пӗрремӗш хӗле каçма чӗннӗ. 1928 çулта вара пӗрлехи вăйпа ял-йыш пурте хăйсен çурчӗсене ӗлкӗртнӗ. Çапла пуçланнă кунта тутарпа чăваш туслăхӗ. Вăрçă пуçлансан ялти вăйпитти арçынсем пӗри те çар комиссариатне чӗнессе кӗтмен-мӗн, хăрушă хыпара илтсен хиртенех лашисем çине утланнă та пурте çар комиссариатне вӗçтернӗ. Шел, вăл вăхăтра пысăках мар ял-йышран та 20 çын фронтран каялла таврăнайман. Вӗсене асăнса ялта халӗ обелиск та лартнă. Çӗнӗ çӗрте пӗччен мар, йышпа кăна пурнăç çӗклеме пултарнине кура-и, кунти халăх паянхи кун та питӗ туслă, пӗр çемьери пек пурăнать. Ял юбилейне те вӗсем акă, питӗ лайăх хатӗрленнӗ. Пурне те тараватлăн кӗтсе илнӗ. Хăнасене хăналама вара сӗтел ури авăнасла апат-çимӗç хатӗрленӗ. Хăнисем вара çутăкӳлсен сахал пулман. Шупашкарти юрăпа ташă ансамблӗ концертпа çитнӗ. Юбилейпе Элметри чăваш ансамблӗсемпе Азнакай Культура çурчӗн артисчӗсем юрă-ташăпа саламланă. Ял юбилейӗ тӗлне чи пысăк парне вара ял-йыш, ял историйӗпе пурнăçӗ çинчен çырнă «Притяжение Светлого озера» кӗнеке презентацийӗ пулнă.
Республикăри Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Сергей Аксаков çыравçăн 230 çулхи , Мифтахетдин Акмулла çутта кăлараканăн 190 çулхи, Нажиб Асанбаев çыравçăн тата драматургăн 100 çулхи, Сергей Довлатов çыравçăн 80 çулхи юбилейлă мероприятийĕсене ирттерме палăртнă. Республикăри Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Сергей Аксаков çыравçăн 230 çулхи , Мифтахетдин Акмулла çутта кăлараканăн 190 çулхи, Нажиб Асанбаев çыравçăн тата драматургăн 100 çулхи, Сергей Довлатов çыравçăн 80 çулхи юбилейлă мероприятийĕсене ирттерме палăртнă. Фольклор пултарулăхĕн Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕ - Пĕтĕм тĕнчери фольклориада - 2020 çулхи çулла Пушкăртстанра иртмеллеччĕ. Анчах кăшăлвирус пандемине пула ăна 2021 çула хăварчĕç. Çавăн пекех Михаил Нестеров ячĕллĕ пултарулăх музейĕн 100 çулхи юбилейне халалланă Раççей шайĕнчи куравсем иртĕç. ПР Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн вĕсем те 2020 çулта иртмеллеччĕ, анчах кăшăлвируса пула татах та тăхтаса тăма тиврĕ. Ĕпхÿ хулинче Наци музейĕн тепĕр филиалне, Валериан Албанов ячĕллĕ Полярниксен музейне йĕркеленĕ. Ăна пирĕн ентеше, В. Каверинăн «Два капитана» кĕнекинчи паллă сăнарне, Климов штурмана халалланă. Музей Сведлов урамĕнчи 22-мĕш çурта, вăл Соловьевсен çурчĕ пулнă, вырнаçнă. Халĕ унта юсав тата экспозицисене вырнаçтарассипе çыхăннă ĕçсем пыраççĕ. Музей 2021 çулхи май уйăхĕнче, юсав ĕçĕсем хыççăн уçăлĕ. Унсăр пуçне Айнур Аскаровăн «Отряд Таганок», «Семья года» («Из Уфы с любовью» фильмăн малаллахи пайĕ), Булат Юсуповăн Рами Гарипова халалланă «Рами. Дневник поэта» кинофильмсен премьерисене кăтартма палăртнă. Халĕ асăннă проектсемпе ĕçлеççĕ. Çавăн пекех паллă пултарулăх коллективĕсен интереслĕ гастролĕсем çула тухĕç. Январь уйăхĕн 30-мĕшĕнче ПР Наци симфони оркестрĕ Мускав хулинчи Чайковский ячĕллĕ Концерт залĕн сцени çинче хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарĕ. Наци симфони оркестрĕ Берлин филармонийĕн сцени çине тухасси пирки те килĕшÿ туни пур. Пушкăрт опера тата балет театрĕн труппи Санкт-Петербург хулинчи Мариинск театрĕн тата Мускаври Раççей театрĕн сценисем çине тухма палăртать. Файзи Гаскаров ячĕллĕ халăх ташшисен патшалăх ансамблĕ те Раççей тăрăх гастроле тухма хатĕрленет. 2021 çулта цирка, Вырăс академи драма театрне, Пушкăртстанри пуканесен театрне çĕнетессипеçыхăннă ĕçсем пуçланĕç. «Культура» наци пректне пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ĕçсене вара малалла тăсĕç. Унсăр пуçне республикăра Ĕпхÿ хулин 450 çулне паллă тума хатĕрленеççĕ. Надежда РОДИОНОВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Пушкăртстанра нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсене комплекслă юсамалли программăна ĕçе кĕртесси çинчен решение иртнĕ çулхи декабрьтех йышăннă. Ĕнер правительствăра иртнĕ оперативлă канашлура ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров кăçал юсава вĕçлемелли сроксене палăртнă. Унăн сăмахĕ тăрăх, ĕçсене пурне те ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Юсав йĕркипе кĕмелли алăксене, чÿречесене тата почта ещĕкĕсене улăштармалла, стенасене сăрламалла, энерги перекетлекен лампăсем, видеосăнав йĕркелесе лартмалла. Пирĕн районта М. Гафури урамĕнчи 2, 4, 6 №лĕ çуртсенче тата Ибрагимов урамĕнчи 14 №лĕ çуртра чи малтан юсав ирттерĕç. Çывăх кунсенче çуртсенче пурăнакансен пухăвĕсем иртмелле, унта харпăрçăсем çуртсенче мĕн улăштарасшăн пулнине хăйсем татса парĕç. Юсав ирттерме планланă подъездсен списокне район администрацийĕн сайтĕнче вырнаçтарнă. Программа 2024 çулта вĕçленет. Çав вăхăт тĕлне нумай хваттерлĕ çуртсенчи подъездсене пурне те юсаса пĕтермелле. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Республикăри «Уй-хир кунĕ-2020» мероприятисен йĕркипе „Салават” ХФХ ООО никĕсĕнче „Соя тата кукуруза – Пушкăртстанра” наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна кукуруза тата соя çитĕнтерессине халалланăччĕ. Çак кунхине Аургазă çĕрĕ çинче пĕтĕм регионти аграри­сем – ял хуçалăх управленийĕсен агрономĕсем тата зоотехникĕсем, интересленекен хуçалăхсен руководителĕсем тата специалисчĕсем – пухăнчĕç. Пан­демине пула участниксен шутне чикĕленĕччĕ, 26 районшăн семинар ушкăнсемпе икĕ тапхăрпа иртрĕ. Ĕçтешĕсемпе хутшăнма ПР Пра­вительствин премьер-министрĕ – республикăн ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов килнĕччĕ. - Республика аграрийĕсем çывăх çулсенче ялхуçалăх продук­цине ыйтасси ÿсессине хатĕр пул­малла, - терĕ вăл. – Пĕр-пĕринпе хутшăнса, регионти, федераллă тата тĕнчери чи лайăх опытпа усăланса кăна тĕллеве пурнăçлама пулать. Эпир паян соя акса ÿстермелли технологине тĕпчесе пĕлĕпĕр, вăл выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ тата йăлана кĕнĕ культурăсемшĕн умĕн акнă лайăх культура пулса тăрать. Семинара пирĕн республикăн çутçанталăк-климат условийĕсене адаптациленнĕ, генне улăштарман сойăн тата кукурузăн пахалăхлă вăрлăхĕсене акса ÿстерессине сарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Пухăннисем Российăри вăрлăх туса илекен пысăк компанисен – „Кубань” ККЗ ССПК тата „Соко” компанин – сойăн çĕнĕ сорчĕсемпе, кукурузăн гибричĕсемпе тата „Салават” ХФХ ООО никĕсĕнче çак культурăсене акнă анасемпе паллашрĕç. Семинарăн практика пайĕ тÿрех фермер уйĕнче иртрĕ. Кăçалхи çулталăк условийĕсенче çак хуçалăхăн территорийĕнче СК Дока сорт час ĕлкĕрнипе палăрнă. ХФХ руководителĕн Василий Федоровăн сăмахĕпе, пăрçа йышши пахалăхлă çак культура пирĕн район уйĕсенче пуçласа çитĕнет. Тухăçăн пĕр пайне вăрлăха хывĕç, ыттине – шрота. Хуçалăх выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес отрасле аталантарма планлать, çавна валли пысăк пахалăхлă апат­сем кирлĕ. Кăшт каярах акнă, анчах та вăхăтра пухса илме пултарасса шанаççĕ. „Соко” компанин агромонито­ринг енĕпе тĕп специалисчĕ Алек­сандр Слухов тата „БашИнком” наукăпа ĕçе хывакан предприяти директорĕн заместителĕ Владис­лав Сергеев сойăпа кукурузăна çитĕнтермелли технологийĕн уйрăмлăхĕсем çинчен каласа пачĕç, пухăннисен ыйтăвĕсем çине тĕплĕ хуравсем пачĕç. Кукуруза хирĕнче специалист­сем семинар участникĕсене пысăк пахалăхлă выльăх апачĕ туса ил­мелли хăнăхусем çинчен тата ку­куруза пулăшнипе соя чи лайăх культура пулни çинчен - вăл пусă çаврăнăшĕнче тăпра çине лайăх витĕм кÿрет тата тăпра „санитарĕ” пулни паллă ĕнтĕ - каласа пачĕç. Уй-хир кунĕнче пушкăрт аграрийĕсем нумай çĕннине пĕлчĕç. Семинар выльăх апачĕсем пух­са илекен „Кроне” комбайна ĕçре кăтартнипе вĕçленчĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Июнь уйăхĕн 27-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думи пĕрремĕш вулавĕнче ял çĕрĕнче пурăнакан хĕрарăмсен ĕç кунне кĕскетесси пирки «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин саккун проектне пĕр сасăллă пулса йышăннă. Документ ĕç вăхăчĕ эрнене 36 сехетрен ытла пулмалла маррине, ĕç укçи тулли эрне ĕçленĕ шайĕнчех юлмалли çинчен пĕлтерет. Çак пуçарулăха «Пĕрлĕхлĕ Раççей» депутачĕсен ушкăнĕ тăратнине Патшалăх Думин ĕç, социаллă политика тата ветерансен ĕçĕсен комитечĕн членĕ Светлана Бессараб пĕлтернĕ. - Ял çĕрĕнче 38 миллиона яхăн çын пурăнать. Вĕсенчен 20,3 миллионĕ хĕрарăмсемпе хĕр ачасем. Хĕрарăмсен лару-тăруне лайăхлатасси, ачасемшĕн тата амăшĕсемшĕн тăрăшасси пирки РСФСР Аслă Канашĕ 1990 çулта постановлени йышăннă, - пĕлтернĕ Светлана Бессараб. - Çак нормăсене Раççей Федерацин Ĕç кодексне те кĕртмелле. «Асăннă саккун проекчĕ çĕнĕ правасем хушса памасть, вĕсене хĕсĕрлессинчен çеç хÿтĕлет», - тенĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти ертÿçин пĕрремĕш çумĕ Андрей Исаев. «Саккун проекчĕ социаллă витĕмлĕ. Пушкăртстанра пурăкансенчен 38 процент ытла ял çĕрĕнче кун кунлать, çавăнпа та саккун чылай хĕрарăма пырса тивĕ. Эпир йышăнăва пĕтĕмпех ырлатпăр. Республикăра пурăнакансем те ăна кăмăллă йышăнĕç», - ăнлантарса панă Пушкăртстан Патшалăх Пухăвĕн сывлăх сыхлав, социаллă политика тата ветерансен ĕçĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Салават Харасов. Инга АЛЕКСЕЕВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Августăн 25-мĕшĕнче хута янă «Чишма сахăрĕ» 620 пин тонна чĕр тавар хатĕрлесе хума тата ĕçлесе хатĕрлеме планлать. «Раевсахăр» — 550 пин тонна чĕр тавар, завод сентябрĕн 8-мĕшĕнче ĕçлеме пуçлать. Мелеузри сахăр завочĕ ĕçе сентябрĕн 15-мĕшĕнче пуçăнать тата 320 пин тонна тымар çимĕç ĕçлесе хатĕрлĕ. Туса илнĕ продукцин шучĕ кăшманăн сахăрлăхĕнчен килет. Вăтам кăтартăва илсен 1,5 млн тонна чĕр тавартан 230 пин тонна сахăр туса илме пулать. Раççейре çулталăкне пĕр çын 24 кг сахăр çиет. 2018 çулта кашни Раççей çыннине çулталăкне 39,4 кг сахăр тивнĕ. «Башинформ» ИА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Февралӗн 1-мӗшӗнче Хусанта «Çамрăк профессионалсем» (WorldSkills Russia) регионри чемпионат пуçланчӗ. Республикăри техникумсемпе коледжсенче вӗренекенсен хушшинче професси ăсталăхне 75 тӗрлӗ компетенципе тӗрӗслӗç. Чемпионата пурӗ 639 конкурсант хутшăнать. Вӗсем Универсиада ялӗнче пурăнӗç. Çак регионри чемпионатпа пӗрлех JuniorSkills ăмăртăвӗсем те иртӗç. Суйлав турӗсенчен иртнӗ 196 шкул ачи 14 тӗп компетенцире ăмăртӗç. Чемпионат иртнӗ... ❮ ❯ Февралӗн 1-мӗшӗнче Хусанта «Çамрăк профессионалсем» (WorldSkills Russia) регионри чемпионат пуçланчӗ. Республикăри техникумсемпе коледжсенче вӗренекенсен хушшинче професси ăсталăхне 75 тӗрлӗ компетенципе тӗрӗслӗç. Чемпионата пурӗ 639 конкурсант хутшăнать. Вӗсем Универсиада ялӗнче пурăнӗç. Çак регионри чемпионатпа пӗрлех JuniorSkills ăмăртăвӗсем те иртӗç. Суйлав турӗсенчен иртнӗ 196 шкул ачи 14 тӗп компетенцире ăмăртӗç. Чемпионат иртнӗ хушăра мерчендайзерсен, кондитерсен, поварсен, официантсен, мероприятисем йӗркелекенсен, проектсен кураторӗсен мастер-класӗсем иртӗç.
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Мияки районĕнчи «Маяк» ОООра, Миякинчи «Южный» çурт-йĕр микрорайонĕнче пулнă, Феодосия Пашинана 95 çул тултарнă ятпа саламланă «Маяк» директорĕ Рустем Тажитдинов предприятинче инвестпроектсене пурнăçлани тата техникăна пĕрмай çĕнетни çинчен каласа панă. Çичĕ çул каярах кунта ĕне фермине реконструкциленĕ, Германинчен голштан ăратлă 165 пуç пушмак 26 млн тенкĕлĕх туяннă. Хуçалăхра 48 çын тăрăшать, вăтам ĕç укçи 23 пин тенкĕпе танлашать. В хозяйстве работают 48 человек, средняя зарплата составляет более 23 тысяч рублей. Район центрĕнчи — Миякинчи «Южный» микрорайонта çурт лартма 777 лаптăк уйăрнă, 150 пÿрт тунă ĕнтĕ. 2021 çулта кунта вĕрентÿ учрежденисем тума пуçлама планлаççĕ. Газ кĕртме те пуçлаççĕ. Объектăн смета хакĕ 22,8 млн тенкĕпе танлашать. Радий Хабиров ял çыннисемпе тĕл пулнă вăхăтра хăрарăмсенчен вĕсен упăшкисем ăçта ĕçленипе интересленнĕ. Тĕпрен илсен, Хĕвеланăç Çĕпĕрте вахта меслечĕпе, — хурав пулнă. Регион пуçлăхĕн шучĕпе çакă — республикăри тĕп проблемăсенчен пĕри, ăна татса памалла, тивçлĕ ĕç укçиллĕ ĕç вырăнĕсем тумалла. «Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх. Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Радий Хабиров министрсене муниципалитет пуçлăхӗсем хускатнă ыйтусем çине хурав пама хушнă.- Эпĕ нумай ертÿçĕпе калаçса пăхрăм. Мĕншĕн вĕсем сире шăнкăравласа илеймеççĕ, сирĕн пата приема лекеймеççĕ. Пысăк пуçлăхсем пулса лартăр-и? Вĕсем шăнкăравлаççĕ пулсан телефон трубкине тымалла е тепĕр хут шăнкăравламалла.Районсемпе хула администрацийĕсен пуçлăхӗсем çăмăл мар ĕç туса пыраççӗ Вĕсем республикăра пурăнакансемпе хутшăнса чылай ыйтăва вырăнта татса параççĕ. Пĕрлешсе ĕçлессине вăйлăлатмалла Октябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче ПР Патшалăх Пухăвĕн – Курултайĕн çуртĕнче РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕн полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров ПР Президенчĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Радий Хабировпа паллаштарнă. - Радий Хабиров - Пушкăртстанра пурăнакансемшӗн лайăх паллакан политик, - палăртнă Комаров. – Вăл республикăри обществăпа политика пурнăçне, социаллă тата экономика аталанăвĕн пур сферине те лайăх пĕлет, наци кăмăлне ăнланать. Радий Фаритович – профессионал, ертÿçĕ, ĕçĕн тĕрлĕ çул-йĕрне – вырăнти хăй тытăмлăхран пуçласа федераллă шай таран - ертсе пыма пултарать. Радий Хабиров хăйне çак тивĕçе шанса панăшăн Раççей Президентне тав тунă, хăйӗн ĕç принципĕсемпе паллаштарнă. - Пур пек вăй-хала, пĕлĕве Пушкăртстан Республикине аталантарас, граждансен пурнăçне лайăхлатас ĕçе ярăп, - тенĕ Радий Фаритович. - Шантарсах калатăп: сиртен те çавнах ыйтатăп. Пушкăртстан Республики – Раççей Федерацийĕн тĕлĕнмелле субъекчĕ. Унăн пысăк экономика вăй-хăвачĕ, çут çанталăк ресурсĕсем сахал мар. Географи тĕлĕшĕнчен те питĕ ункайлă вырăнта ларать. Халăх пурлăхĕ енчен те юлашки мар. Анчах малалла аталанас тесен пур вăй-хăвата та пĕрлештермелле. Çитĕнÿ саккун кăларакан, ăна пурнăçа кĕртекен влаçсем, предприяти ертÿçисем тата общество организацийĕсем пĕрле вăй хурсан çеç пулать. Хамăр ĕçе эпир çĕршыври темиçе миллионлă халăхăн, Пушкăртстан Республикинчи граждансен интересĕсем, РФ Президенчĕн указĕсем çине таянса йĕркелĕпĕр. Малтанхи утăмсем Радий Хабиров алă пуснă чи пĕрремĕш документ Рустэм Хамитова «Пушкăртстан Республики умĕнчи тивĕçсемшĕн» орденпа наградăлассипе çыхăннă. Регион пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлама суйланă Радий Хабиров хăй умĕн ĕçленĕ çынна Республика Пуçлăхĕн постĕнче сакăр çул хушши тухăçлă вăй хунăшăн тав тунă. Рустэм Хамитов вара çĕнĕ командăна ăнăçу суннă. Çав кунах, октябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Радий Хабиров Пушкăртстан Республикин пĕрремĕш президенчĕпе, республикăна 1990-2010 çулсенче ертсе пынă Муртаза Рахимовпа тĕл пулнă. Радий Фаритович палăртнă тăрăх, шăпах çав çулсенче Пушкăртстан Республики социаллă тата экономика енчен ăнăçлă аталаннă. Çаплах Радий Хабиров Раççейри мăсăльмансен муфтийĕн Тĕп управленийĕн пуçлăхĕпе Талгат Таджуддинпа тата Ĕпхÿпе Çтерлĕ хулисен митрополичĕпе Никонпа тĕл пулнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче республикăри халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Унсăр пуçне Радий Хабиров «Башнефть» комплексăн ĕçĕпе кăсăкланнă. Тепĕр çулçÿрев Ĕпхÿри нефтьпе техника университечĕн çамрăксен технопаркĕпе çыхăннă. Унта регион пуçлăхĕ çамрăк тĕпчевçĕсемпе паллашнă, вĕсен малашлăх планĕсемпе интересленнĕ, наукăпа творчество ĕçĕнче ăнăçу суннă. Çĕнĕ должность йышăннă хыççăн ирттернĕ пĕрремĕш канашлăвăн теми - регион 2018-2019 çулсенчи кĕре тата хĕле епле хатĕрленсе çитни. Унта ПР Правительствин членĕсем, муниципаллă район администрацийĕсен тата хула округĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. БСТ телеканалта регион ертÿçи пирки хăйсен шухăшĕсене политиксемпе политологсем, общество деятелĕсем пĕлтернĕ. ПР Патшалăх Пухăвĕн – Курултайĕн вице-спикерĕ, Пушкăртстанри ОНФ регионти штабĕн сопредседателĕ Эльвира Аиткулова: - Халăх шухăшĕсен мониторингĕсем çине таянса хатĕрленĕ ыйтусем пурте пĕрле пурнăçламалли тĕллевсем пулса тăраççĕ. Регионăн çĕнĕ ертÿçи халăх паллă туса пыракан интерактивлă çулçÿрев карттине тимлĕх уйăрсан лайăх пулмалла. Унсăр пуçне пирĕн саккун тĕлĕшĕпе те ыйтусем пур. «Деловая Россия» Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн сопредседателĕ Андрей Назаров: - ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлама çирĕплетни Радий Хабирова федераллă центрпа ĕçлĕ хутшăну йĕркелеме, пысăк тĕллевсене пурнăçа кĕртме май парать. Пушкăртстанăн экономикăна хăвăрт аталантармалли пур майсем те пур. Тепĕр темиçе çултан пирĕн регион пачах урăх шайра пулĕ. Экономика кăтартăвĕсемпе те, хастарлăх енчен те. ПР «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ. Малалли хаçатăн 43№. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Хальхи вăхăтра ĕçе пурнăçлани кăна мар, ун çинчен халăха каласа пани питĕ кирлĕ. Çакна тăвакансем — хаçат-журнал, телевиденипе радио журналисчĕсем тата паллах, интернетри социаллă сетьсене хыпар-хăнар лартакансем. Чăваш наци конгресĕн тата Раççей регионĕсенчи чăваш автономийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ чăннипех те кал-кал пырать. Ăна çутатса тăрас енĕпе ЧНК-ра массăллă информаци хатĕрĕсемпе ĕçлекен (МИХ) комитет тăрăшать. Чăваш наци конгресĕн 2021 çулхи юпа уйăхĕнче иртнĕ XI Аслă Пухăвĕ хыççăн çак комитет та тĕппипех çĕнелчĕ. Президиум çирĕплетнипе МИХ комитетне малтан пресс-служба ертÿçинче вăй хунă Зоя Яковлева ертсе пыма пуçларĕ. Вăл хăй йĕри-тавра халиччен ЧНК ĕç-хĕлне хастар хутшăнса, информаци тĕлĕшĕпе пулăшса пынă журналистсене пуçтарчĕ: «Хыпар» хаçат корреспонденчĕ Валентина Багадерова, «Советская Чувашия» хаçат журналисчĕ Елена Зайцева, Чăваш наци телерадиокомпанийĕн редакторĕ Ирина Лампасова, Чăваш радио шеф-редакторĕ Ольга Туркай, ЮТВ директорĕ Юрий Гурьянов, ГТРК «Чувашия» корреспонденчĕ Алексей Енейкин. Унсăр пуçне Муркашпа Елчĕк районĕсен хаçачĕсен редакцийĕсенче тăрăшакан Наталья Николаева тата Николай Малышкин çак комитет пайташĕсем пулса тăчĕç. Кăрлачăн 25-мĕшĕнче иртнĕ ЧНК МИХ комитечĕн ларăвĕнче 2022 çулхи ĕçсене палăртрĕç, сÿтсе яврĕç. Ларăва ЧНК президенчĕ Валерий Клементьев тата Ĕçтăвком председателĕ Нина Андреева хутшăнчĕç. Вĕсем кĕскен конгресс ĕçĕсемпе паллаштарчĕç, малашнехи плансем пирки каласа пачĕç. ЧНК ертÿçи журналистсене чăвашлăха малалла аталантарас енĕпе пĕрле тăрăшма, пĕр-пĕрне пулăшса пыма ыйтрĕ. «Раççей регионĕсене е Чăваш Ен районĕсене тухса ирттерекен мероприятисем çинчен информаци анлă сарас тесен пирĕн пĕрле ĕçлемелле»,- палăртрĕ Валерий Клементьев. Чăн та, кăçал Чăваш Енре мухтавлă ентешсен çулталăкĕ тесе йышăнни тата ЧНК 30 çулхи çавра çулĕ пулни журналистсене тата та яваплăрах ĕçлеме хистет. Раççей регионĕсенче çуралса ÿснĕ е пурăннă чапа тухнă ентешсем çинчен халăх патне информаци çитересси паллах, конгресăн МИХ ĕçлекен комитетăн пайташĕсен тивĕçĕ. Çакна журналистсем лайăх ăнланаççĕ.
Апрелӗн 1-мӗшӗнче Чăваш Енри Куславккари Культура керменӗнче «Смолин вулавӗсем» V уçă поэзи конкурсӗ иртет. Ăна Çеçпӗл Мишшин, Çемен Элкерӗн, Трубина Марфин, Геннадий Айгин тата Фатых Карим ячӗллӗ премисен лауреатне, пултаруллă поэта Анатолий Смолина халалланă. Анатолий Семенович Смолин Куславкка районӗнчи Шăнчас ялӗнче 1957 çулхи апрелӗн 1-мӗшӗнче çуралнă. Кармышкассинче вăтам шкул пӗтернӗ.... ❮ ❯ Апрелӗн 1-мӗшӗнче Чăваш Енри Куславккари Культура керменӗнче «Смолин вулавӗсем» V уçă поэзи конкурсӗ иртет. Ăна Çеçпӗл Мишшин, Çемен Элкерӗн, Трубина Марфин, Геннадий Айгин тата Фатых Карим ячӗллӗ премисен лауреатне, пултаруллă поэта Анатолий Смолина халалланă. Анатолий Семенович Смолин Куславкка районӗнчи Шăнчас ялӗнче 1957 çулхи апрелӗн 1-мӗшӗнче çуралнă. Кармышкассинче вăтам шкул пӗтернӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче аслă пӗлӳ илнӗ. Куславкка райӗçтăвкомӗн культура пайӗнче, кăшт каярах хăй вӗреннӗ аслă шкулти чăваш литературин кафедринче ӗçленӗ. 1984-1996 çулсенче «Çилçунат» журнал редакцийӗнче малтанласа пай редакторӗ, унтан тӗп редактор пулса вăй хунă. 1996-1999 çулсенче Чăваш Республикин Президенчӗн пресс-службинче, каярахпа унăн Пулăшуçи пулса ӗçленӗ. Паянхи кун вăл пултаруллă поэт тата куçаруçă пек палăрса тăрать. Сăввисенче унăн яр уçă кăмăлӗ, вӗсене çăмăллăн та çӗкленӳллӗ çырни палăрать. Вырăс поэчӗсен сăввисене чăвашла, чăвашсенне вырăсла нумай куçарнă. Пӗтӗмпе 14 кӗнеке пичетлесе кăларнă. Паллисен шутӗнче: «Кӗтрет кӗтесӗ», «Çаврăм», «Первый раз в первый класс», «Правда о Нине Правдиной», «Çӳретпӗр Çеçпӗл çулӗпе» сăвă пуххисем. Литература аталанăвне пысăк тӳпе кӗртнӗшӗн «Н.В.Гоголь», «Ф.М.Достоевский», «А.П.Чехов», «100 лет со дня рождения Мусы Джалиля» медальсемпе, «За вклад в просвещение» орденпа наградăланнă. «Смолин вулавӗсене» Чăваш Республикин Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗн министерстви, Чăваш Наци Конгресӗ, Куславкка район администрацийӗпе Куславкка ентешлӗхӗн организацийӗ йӗркелеççӗ. Мероприяти ирхине 11 сехетре пуçланать. Кашни çулах вăл питӗ интереслӗ иртет. Эпӗ унта хаваспах хутшăнатăп. Сăмах май, вăл манăн сăвва та тутарларан вырăсла куçарнă. Чăвашла та куçарасшăнччӗ те, шел, ӗлкӗреймерӗ. Анатолий Смолинăн тăван кӗтесӗнче тепӗр хут пулса курма питӗ хавас, çак куна чăтăмсăррăн кӗтсе тăратăп.
Аслă Отечественнăй вăрçă вĕçленнĕ хыççăн вунă çултанах çĕршывра ветерансен пĕрлешĕвĕсем йĕркелеме пуçланă. Акă, 1956 çулта вăрçă ветеранĕсен комитетне туса хунă. 1986 çулта Пĕтĕм Союзри ĕç тата вăрçă ветеранĕсен организацине йĕркеленĕ. Ăна 1991 çулхи ноябрьтен Пĕтĕм Раççейри ĕçпе вăрçă, çар, право сыхлавĕн ветеранĕсен (пенсионерĕсен) организацийĕ теме пуçланă. Апла пулин те унăн официаллă çуралнă кунĕ 1987 çул пулса тăрать. Пирĕн районта та çав çулхи январь — февраль уйăхĕсенче организацилле пухусем пулса иртнĕ. Вăл вăхăтра пирĕн тăрăхра 7 пин те 200 ветеран, вĕсенчен 800-шĕ вăрçă участникĕсем пурăннă. Районта пурăнакан пĕтĕм халăх йышĕнче ветерансем 26 процент йышăннă. 12 колхозра тата совхозра, вĕсемсĕр пуçне предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче пурĕ ветерансен 28 пуçламăш организацийĕ туса хунă. Вĕсен пĕрремĕш председателĕсенчен паянхи кун чыла- йăшĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Çавăнпа та ячĕсене асăнса хăварасшăн. Вĕсем: С.А.Алиуллов («Дружба»), И.Н.Евгеньев («Гигант»), Н.К.Крылов («Знамя»), Н.Д.Краснов («Россия»), В.Я.Титов («Заветы Ильича»), М.М. Гибатдинов («Алга»), М.М.Сурнаев («Луч»), М.А.Маторин («Заря»), И.Ф. Мулгачев («Урожай»), Т.П.Казаков («Красный Октябрь»), Д.Г.Герасимов («Восток»), В.Т.Краснов («Комсомольский» совхоз), П.И.Сорокин («Агропромхимия»), И.Ф.Гоголев (Комсомольски вăтам шкулĕ), М.В.Орлов (КПСС парти райкомĕ), М.П.Боровков (сăра тата тутлă шывсен завочĕ), П.П.Порфирьев (РАПО), Г.В.Краснов (МПРЭО), Л.А.Драндров (МПМК), Н.Е.Браницын (райпо), О.И.Кульгеева (РСУ), Т.Г.Краснова («Эмитрон»), В.К.Кудрявцев (РТП), В.Е.Воронов (райĕçтăвком), А.А.Микенина (çыхăну узелĕ), А.Г.Скворцова (Комсомольски ял Совечĕ), В.П.Ефремова (РБУ). 1987 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнче иртнĕ пуçару конференцине 154 делегат, район, колхозсен, предприятисемпе организацисен ертӳçисем, ĕç тăвакан органсенче тăрăшакансем, парти обкомĕн представителĕ, социаллă пулăшу министрĕ В.И.Васильев хутшăнчĕç. Унта районти ветерансен совечĕн председателĕ пулма ĕçпе вăрçă ветеранне, нумай çул районти Перекет банкĕн управляющийĕнче ĕçленĕ Ревокат Прохорович Моисеева суйларĕç. Вăл совета 11 çул ăнăçлă ертсе пычĕ, хастар çынсене явăçтарма тăрăшрĕ, мероприятисем йĕркелесе ветерансене пĕр чăмăра пĕрлештерес енĕпе чылай ĕç турĕ. Ун хыççăн 1993—1995 çулсенче районти ветерансен советне Леонид Андреевич Драндров ертсе пычĕ. Унпа пĕрле ĕçленĕ председатель çумĕсем С.А.Алиуллов («Дружба»), С.И.Зубарев (электроподстанци), П.А.Баринов (Комсомольски ялĕ), райсовет секретарĕсем М.В.Орлов, М.Г.Дерягина, В.И.Ласточкина (пурте Комсомольски), президиум членĕсем Т.П.Казаков («Красный Октябрь»), Т.Г.Краснова («Эмитрон»), В.В.Лаврова (райбольница), М.М.Гибатдинов («Алга»), В.Г. Краснов («Комсомольский» совхоз), Н.Д.Краснов («Россия») тата ыттисем те организаци ĕçĕ-хĕлне лайăхлатас енĕпе нумай тăрăшрĕç. Юбилей çитнĕ май чылай çул ветерансен пуçламăш организацине ертсе пынă И.Я.Салмин (Хирти Сĕнтĕр), А.Б.Мустафина («Труд»), Р.Б.Шигапов (районти шалти ĕçсен пайĕ), С.И.Басников, К.В.Жестянкина («Заря»), Е.П.Волкова (райпо) тата ытти пултаруллă ветерансен ячĕсемпе ырă сăмах каламалла. Районти ветерансен совечĕн виççĕмĕш председателĕ пулма мана суйларĕç. Паянхи кун районта пурĕ 6400 ытла ветеранпа пенсионер шутланса тăрать. Вĕсенчен тыл ĕçченĕ-сем — 233, ĕç ветеранĕсем — 3706, реабилитациленисем — 25, вăрçă ветеранĕсемпе участникĕсен тăлăх арăмĕсем — 51. Фронтовиксем иккĕн анчах тăрса юлчĕç: Ревокат Прохорович Моисеев (Комсомольски) тата Минетулла Минязетдинович Зиатдинов (Урмаел). Эпир РФ «Ветерансем çинчен» саккунĕпе килĕшӳллĕн район администрацийĕпе, ял тăрăхĕсемпе, социаллă хӳтлĕх пайĕпе, социаллă страховани фончĕпе, пенси фончĕн клиент службипе, сывлăха сыхлас ĕç, вĕренӳ, культура тата спорт учрежденийĕсемпе, обществăлла организацисемпе тачă çыхăну тытса ĕçлесе пыратпăр. Хамăрăн президиум ларăвĕсенче тата ветерансен совечĕн пленумĕсенче ватă çынсен пурнăçĕпе çыхăннă чылай ыйтăва пăхса тухса сӳтсе яватпăр. 2017 çулта ветерансем умĕнче районти 41-мĕш аптека заведующийĕ Л.В.Васильева ветерансене тата инвалидсене эмелсемпе тивĕçтересси, социаллă пулăшу пайĕн директорĕ Т.Г.Смирнова ватăсене тивĕçекен социаллă хӳтлĕхсем пирки, «Кĕтне» ФСК директорĕн çумĕ Ю.В.Боровков сывă пурнăç йĕркине тытса пырас ыйтусемпе тухса калаçрĕç. 2018 çулта «Страховая компания «Чувашия-Мед» АО генеральнăй директорĕн çумĕ Н.Х.Зинатуллина, волонтерсен юхăмĕн ертӳçи С.В.Дмитриева пленумра сăмах илчĕç. 2019 çулта пирĕн умра Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн директорĕн çумĕ, шырав отрячĕн ертӳçи В.А.Филлипова, «Каçал ен» район хаçачĕн тĕп редакторĕ А.В.Ефремова хăйсен ветерансемпе çыхăннă ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕç. 2020 çулта районти вĕренӳ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене тăвакан В.П.Голыев шкулсенче çарпа патриотизмла воспитани парасси мĕнле шайра пулни çинчен каласа пачĕ. «Искра» колхозри ветерансен пуçламăш организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе Л.М.Макарова паллаштарчĕ. 2021 çулта коронавирус чирĕпе мĕнле кĕрешни пирки район больницин тĕп врачĕ Н.А.Васильев ăнлантарса пачĕ. Ветерансен районти организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ. Ватăсем пурнăç таппинчен юлмасăр районта ирттерекен мероприятисене те хутшăнма тăрăшаççĕ, хăйсем те йĕркелеççĕ. Ялсене тирпей-илем кĕртес ĕçсенчен те айккинче юлмаççĕ. Хăш-пĕр ялсенче çамрăксене ертсе те пыраççĕ. Ахальтен «Ватă çын тăватă çын» тесе каламан ĕнтĕ. Ку сăмахсене вăй-хал енчен илсе каламан, пурнăç опычĕпе, ăс-хакăл аталанăвĕпе ветерансен сĕнӳ-канашĕ çитĕнекен ăрушăн питĕ паха пулмалла. Масарсене, урамсене тирпей кĕртнĕ чухне вĕсем нихăçан та айккинче юлмаççĕ. Эпир республикăри ытти ветерансен организацийĕсемпе те çыхăну тытатпăр. Акă, кăçалхи февраль уйăхĕнче Шăмăршă районĕнчи ветерансен совечĕпе тĕлпулу ирттертĕмĕр. Çакă пĕр-пĕрин опычĕпе паллашас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Вĕсемпе районти «Çĕр тата çынсем» музейре, кулаксен пăлхавĕнче пуç хунă комсомолецсене асăнса лартнă палăк патĕнче пултăмăр, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă монумент умне чечек çыххисем хутăмăр. Республикăри ветерансен советне туса хунăранпа 35 çул çитнине халалласа альбом-эстафета хатĕрлесе Йĕпреç районне çитертĕмĕр. Ку тĕлĕшпе районти ветерансен президиумĕн членĕ Т.Г.Смирнова пысăк пулăшу панине палăртмалла. Хальхи вăхăтра Чăваш Енри ветерансен юхăмĕ пирки кĕнеке хатĕрленĕ май, ун валли те материалсем тăратас енĕпе ĕçлетпĕр. Хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçлас тĕлĕшпе район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертӳçисемпе тачă çыхăну йĕркелени те нумай пулăшать. Пирĕн организацире тĕрлĕ отрасльте нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе чыс-хисеп çĕнсе илнĕ çынсем сахал мар. Вĕсем паянхи кун та, тивĕçлĕ канура пулсан та, районăн обществăлла политикăллă, культурăпа спорт ĕçне хастар хутшăнаççĕ, хăйсен тĕслĕхĕсемпе çитĕнекен ăрăва хавхалантарса пыраççĕ. Вĕсенчен хăшне-пĕрне палăртса хăварас килет. Маргарита Ивановна Федорова сывлăха сыхлас ĕçре 40 çул ытла тăрăшать. Чылай çул районти тĕп больница коллективне ертсе пынă, халĕ те ĕç вырăнĕпе сывпуллашман. Нумай наградăсене тивĕçнĕ. Вăл «Кубняночка» ансамбле çӳреме те вăхăт тупать. Людмила Михайловна Макарова «Искра» колхозри ветерансен советне 2010 çултанпа ертсе пырать. Нумай çул вĕренӳ системинче вăй хунă, шкул директорĕнче ĕçленĕ. Хастар пулнăшăн Ĕç Мухтавĕ орденăн III степеньне илме тивĕç пулнă. Халĕ «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕнче ĕçлеме те вăхăт тупать. Петр Васильевич Лапшин «Комсомольский» шалти ĕçсен пайĕн ветеранĕсен пуçламăш организацийĕн председателĕнче 2005 çултанпа вăй хурать. 20 çул ытла йĕрке сыхлавĕн органĕнче ĕçленĕ, чылай çул районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ пулнă. Ăна чылай медальсемпе, Хисеп грамотисемпе наградăланă. Василий Иванович Пундяков чăн-чăн спорт тусĕ, пенсионерсем хушшинче ăмăртусем йĕркелекенĕ, паянхи кун та йĕлтĕр çине тăрса çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартакан. Вăл çавăн пекех обществăлла ĕçсенче те маттур. Хăй вăхăтĕнче «Химик», «Эмитрон» заводсенчи ветерансен совечĕсен председателĕнче ĕçленĕ. Василий Иванович «Раççейри пенсионерсен союзĕн» районти уйрăмне ертсе пырать. Петр Тихонович Ядров 40 çул ытла «Красный Октябрь» колхозра трактористра тăрăшнă, «ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята, Хисеп Палли ордена тата нумай Хисеп грамотине тивĕçнĕ. 2003 çултанпа Аслă Çĕрпӳел ялĕнчи ветерансен пуçламăш организацине ертсе пырать. Ун пек пултаруллă çынсене татах та нумай асăнма пулать. Районти ветерансен совечĕн хастарĕсен йышĕнчен уйрăмах библиотека ĕçченĕсен ветеранĕсен совечĕн председателĕ В.Т.Яковлева, районти халăха социаллă пулăшу паракан центрăн ертӳçи Т.Г.Смирнова, районти культура çурчĕн методика центрĕн ертӳçи В.Н.Курицына, РФ Пенси фончĕн клиент службин ертӳçинче ĕçленĕ И.Г.Белобаева, районти социаллă хӳтлĕх пайĕнче ĕçленĕ И.А.Никитина пултаруллă пулнине палăртас килет. Ветерансен совечĕсен председателĕсен М.А.Краснова («Рассвет»), А.Ф.Волков (Нĕркеç) тата ветерансен юхăмне хастар хутшăнакан А.И.Турханов ячĕсемпе те ырă сăмах нумай калас килет. 2005 çултанпа ветерансен вырăнти советне Л.М.Тихонова (Çĕнĕ Шăхран), В.В.Микенина («Слава» ЯХПК), Е.В.Сергеева («Луч» ЯХПК), В.И.Тяканова (Çĕнĕ Сĕнтĕр), А.С.Васильева (Хирти Мăнтăр), В.Г.Портнов (Çĕнĕ Кипеç), М.И.Михайлова (Аслă Çĕрпӳел) ăнăçлă ертсе пыраççĕ. Юлашки çулсенче ветерансен пуçламăш организацийĕсене Н.Н.Паркова (аптека), В.Н.Хораськина (райадминистраци), Е.Н.Александрова (районти культура çурчĕ), Г.Г.Смирнова (Кивĕ Сĕнтĕр), Г.А.Можаева (Киров поселокĕ), Н.А.Смирнова (Йăлмахва), А.Ш.Незиров («Дружба» ЯХПК), А.Н.Павлов («Заря» ЯХПК), Г.Н.Уральская («Восток» ЯХПК), Е.М.Салаев («Асаново» ЯХПК) ертсе пыма пуçларĕç. Вĕсем хăйсене шаннă ĕçе ăнăçлă пурнăçласа пыраççĕ. 2000 çулхи март уйăхĕнче ĕçре тунă çитĕнӳсене тата районти ветерансен юхăмне хастар хутшăннă тата хутшăнакансен ячĕсене районти ветерансен Хисеп кĕнекине çырса хума пуçларăмăр. Çак йышăнăва йышпа пăхса тухса тăватпăр. Ку тарана çитиччен унта пултаруллă 26 ветеран ятне кĕртрĕмĕр. С.А.Алиуллов, В.В.Лаврова, Р.П.Моисеев, Ю.С.Тимофеев ячĕсем вара Чăваш Республикин ветерансен организацийĕн Хисеп кĕнекинче. Нумаях пулмасть иртнĕ пленумра ветерансем туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетнипе пĕрлех малашнехи тĕллевсене те палăртрĕç. Тĕллевĕсем вара çавсемех юлаççĕ. Район пурнăçне хастар хутшăнасси, ун аталанăвĕшĕн мĕн пултарнă таран тăрăшасси, çитĕнекен ăрăва çарпа патриотизмла воспитани пама пулăшасси, ватă çынсен йăлапа пурнăç условийĕсем мĕнле шайра пулнине асăрхаса тăрасси, вĕсене пулăшасси…
Киша (хальхи Телль-Ухаймир) П. эрч. 4-мĕш пинçуллăх вӗҫӗнче, пирĕн эрăччен IV пинçуллăхăн пуçламăшĕнче унчен пулнă пурăну вырăнĕсенче никĕсленĕ. Киш хулин пĕрлĕх турри Забаба шутланнă. Киш номĕ шутне каярах никĕсленĕ Хурсанг-калама («Вăрманлă ту çĕр-шывĕ») хули те кĕнĕ. Пирĕн эрăччен XXVIII ĕмĕрте шумер йăхĕсен пĕрремĕш пĕрлĕхĕн тĕпĕ пулнă. Малтанхи ăру тапхăрĕн пуçламăшĕнче Киш хулине халăплă I-мĕш ăрăвĕ тытса тăнă («Патша шучĕсем» хут çинче). Кишăн тăрăмĕсем пĕрремĕш «лугаль» («мăн çын») титульне йышăнса çӳренĕ, пулас, каярах вăл «патша» палăртăвĕ пулса тăрать. Вĕсем юнашар номсене, çĕршывăн кăнтăр çĕрĕсене тарин, хăйсен çар хӳтĕлĕвне кĕртесшĕн кĕрешнĕ. Кайранпа «Киш лугалĕ» палăрту «патша-гегемонĕ» тенĕ, вăл уйрăм номсенчен çӳлти шайра тăраканни пулнă. Малтан Кишăн I-мĕш ăру тăрăмĕсен шучĕсем Этанаран пынă. Кайран Киш тăрăмĕсен (Этана умне) вырăнти семит çарпуçĕсемпе тотемĕсен ячĕсене çырса хунă, анчах вĕсен хăйсен тымарĕпе, «патшасен» шутне кĕме чапĕ пулман. Пур киш шучĕсенче — Этана хыççăн та, умĕн те – патша тытăмлăхĕн çулĕсене питĕ нумайлатса тĕрĕс мар çырнă. Пирĕн эрăччен XXVI ĕмĕрччен Киш тăрăмĕсем Çурçĕр Икшывхушшинче чи мăнаçлăхли шутланнă. Пирĕн эрăччен XXIV ĕмĕрте Киш хулине шумер патши Лугальзаггиси ишĕлтерет, çакăн хыççăн тӳрех аккад патши Саргон ăна юсаса лартать. Малашнелле Киш хăй тĕллĕн тытăнса пуранаймасть, Вавилон калăплă çĕрĕн тĕпĕ пулса тăрать, каярах Ахеменидсен, Парфян патшалăхĕн, Ахеменидсен тăрăмĕнче, Парфян патшалăх шутĕнче тата Сасанидсен пăхăнăвĕнче пулнă. 1912 тата 1923—32 çулсенчи археологи ĕçĕсенче обнаружены остатки дворца пирĕн эрăччен XXVIII—XXV ĕмĕрсенчи 2 çуртран тăракан карманăн ишĕлчĕкĕсене тупнă: пĕрри — авалтараххи — тӳрĕ тăваткĕтеслĕ, турулсемлĕ, хӳтлĕх хӳмипе çаврăннă, тепри — каярах тапхăрти — анăç пайĕнче тĕп тĕнĕлĕнче 4 юпаллă ансăр зал, тухăç пайĕнче — парапет çинчи юпасемлĕ галерея. Малтанхи ăру тапхăрĕнчи (пирĕн эрăччен 3-мĕш пинçуллăхăн 2-мĕш чĕрĕкĕнче), некропольти чылай керамика, бронзă, хĕçпăшал тата капăрлăхсене, цилиндăрлă пичетĕсене тĕпченĕ. Аккад тата ун хыççăнхи тапхăрĕсен çурчĕсене (çав шутра 3 кермен), çаплах савăл çырулăх хучĕсене (пирĕн эрăччен 3-мĕш пинçуллăх пуçламăшĕ —1-мĕш пинçуллăхсенчи) тупса тĕпченĕ.
Тутарстан çӗршыври Президент суйлавне хатӗр, мартăн 18-мӗшӗнче мӗнпур суйлав участокӗнче çыхăну талăкӗпех пӗр чăрмавсăр ӗçлӗ, çак тӗлӗшпе регионти ӗç ушкăнне те йӗркеленӗ. Мартăн 6-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, суйлав участокӗсенчен пӗринче кӗтмен пăтăрмахсен сăлтавӗсене (электричество пӗтсе ларни, çыхăну линийӗ пăсăлни тата ытти те) самантрах пӗтерес енӗпе тренировка та иртнӗ. ТР информатизаципе çыхăну министрӗ... ❮ ❯ Тутарстан çӗршыври Президент суйлавне хатӗр, мартăн 18-мӗшӗнче мӗнпур суйлав участокӗнче çыхăну талăкӗпех пӗр чăрмавсăр ӗçлӗ, çак тӗлӗшпе регионти ӗç ушкăнне те йӗркеленӗ. Мартăн 6-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, суйлав участокӗсенчен пӗринче кӗтмен пăтăрмахсен сăлтавӗсене (электричество пӗтсе ларни, çыхăну линийӗ пăсăлни тата ытти те) самантрах пӗтерес енӗпе тренировка та иртнӗ. ТР информатизаципе çыхăну министрӗ Роман Шайхутдинов ТР Министрсен Кабинетӗнчи брифингра пӗлтернӗ тăрăх, республикăра пӗтӗмпе 2882 суйлав участокӗ ӗçлӗ. Вӗсенчен 42-шӗнче суйлав бюллетенӗсене тирпейлӗç, 149-шӗнче электронлă сасăлав комплексне вырнаçтарнă. 1005 суйлав участокне вара видеосăнав системисем лартнă. Видеокамерăсене ăçта лартассине ЦИК пайташӗсем суйлавçăсен шучӗ ăçта нумайрах пулнине кура палăртнă. Суйлав видеомониторингӗ nashvybor2018.ru сайтра мартăн 18-мӗшӗнче ирхине 7 сехетрен пуçланать. Видеокамерăсенчи сăнсем вара суйлав пӗтӗмлетӗвӗсене пӗлтернӗ хыççăн та виçӗ уйăх таранчченех упранаççӗ. Çапла вара йӗркелӳ ӗçӗсем вӗçленнӗ, кашни суйлавçа суйлава пымашкăн йыхрав хучӗсене те валеçнӗ. Ытти йăлтах кашни çынран хăйӗнчен килет. Вулакан, суйлавран ан юл.
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх 3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ 2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке 1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан 1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла
Аургазă районĕнчи Толбазăри районăн тĕп больницине çĕнĕ коронавирус инфекцийĕнчен „Спутник V” вакцинăн çĕнĕ парти килсе çитрĕ. Вакцинаци тутарма „Госуслуги” портал урлă („К врачу” хушăмра), 1301 тата 122 телефонсемпе, регистратура урлă (т. 2-17-37), участокри терапевт патĕнче çырăнма пулать. Вăраха кайнă йывăр чир пур çынсене чи малтан прививка тума сĕнетпĕр. Вакцинаци хыççăн виçĕ кун тăршшĕне вăй-хал нагрузкине кемĕтмелле. Н. АСФАНДИЯРОВ, районти тĕп больницăн эпидемиолог врачĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать