text
stringlengths 406
146k
|
---|
«Вкладсене страхлас енӗпе ӗçлекен агентство» патшалăх корпорацин обществăлла çыхăнусен департаменчӗ 2016 çулхи декабрӗн 15-мӗшӗнче «Татфондбанк» ПАО (Хусан хули) кредит организацийӗ енӗпе (Раççей Банкӗ кредиторсен ыйтăвне тивӗçтерес тӗллевпе виçӗ уйăха мораторий кӗртнипе тата банкăн вăхăтлăх администрацине йӗркеленипе) страхланă пулăм пуçланнине пӗлтерет. Банкăн вăхăтлăх администрацийӗн ӗçне Вкладсене страхлас енӗпе ӗçлекен агентство (АСВ)...
«Вкладсене страхлас енӗпе ӗçлекен агентство» патшалăх корпорацин обществăлла çыхăнусен департаменчӗ 2016 çулхи декабрӗн 15-мӗшӗнче «Татфондбанк» ПАО (Хусан хули) кредит организацийӗ енӗпе (Раççей Банкӗ кредиторсен ыйтăвне тивӗçтерес тӗллевпе виçӗ уйăха мораторий кӗртнипе тата банкăн вăхăтлăх администрацине йӗркеленипе) страхланă пулăм пуçланнине пӗлтерет.
Банкăн вăхăтлăх администрацийӗн ӗçне Вкладсене страхлас енӗпе ӗçлекен агентство (АСВ) илсе пырать. Вăл банк ӗçне тимлӗхре тытма пулăшӗ, çакă вкладчиксен тата банк кредиторӗсен интересӗсене хӳтӗлеме май парать. Кунсăр пуçне вăхăтлăх администраци банкăн финанс лару-тăрăвне тӗрӗслӗ, вӗсен пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх банкăн малашлăхри ӗçӗ валли сӗнӳсем хатӗрлет.
«Татфондбанк» ПАО вкладсене страхлакан системăна кӗнӗ май (реестрта 96№), унăн кашни вкладчикӗ 177-ФЗ№ Федераллă законпа килӗшӳллӗн, страховка укçине илме пултарать.
Çапла майпа вкладчиксене банкра упранакан укçана 1,4 миллион тенкӗрен ытла мар пулсан 100 проценчӗ таранах тавăраççӗ. АСВ граждан заявленийӗсене оперативлă йышăнас тата укçана хăвăртрах тавăрса парас тӗллевпе банк-агентсемпе усă курма планлать. АСВ Правленийӗн йышăнăвӗпе килӗшӳллӗн, банк-агентсене конкурспа 2016 çулхи декабрӗн 21-мӗшӗччен суйламалла.
Тӳлевсене 2016 çулхи декабрӗн 29-мӗшӗнчен кая мар пама пуçламалла. Вăл кунччен АСВ вырăнти пресса, хăйӗн сайчӗ тата интернет урлă тӳлевсене ăçта, хăçан тӳлесси пирки, заявленисен формипе йышăну йӗркине официаллă майпа пӗлтерӗç. Заявленисене вкладчиксем моратори вăхăчӗ вӗçлениччен пама пултараççӗ.
Страхлавпа çыхăннă хушма информацие АСВ хӗрӳ телефонӗ урлă (8-800-200-08-05) тата официаллă сайчӗ çинче «Страхование вкладов/Страховые случаи» уйрăмра пӗлме пулать. |
(И.Трифонова. С.Чаркина сăнӳкерчӗкӗ). Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Чакăра çулсерен Николай Бултыков ячӗпе иртекен йӗлтӗрпе чупассипе ăмăртусем ку тăрăхра пурăнакансемшӗн хӗллехи тепӗр паллă мероприяти пулса тăчӗ. Кăçал вăл 10-мӗш хут иртрӗ. Февралӗн 25-мӗшӗнче Анат Чакă ял хутлăхӗ çумӗнчи вăрман патӗнче халăх йышлăн пуçтарăнчӗ, юбилейлă ăмăртусене таврари ялсенчен вӗттинчен пуçласа ватти таранах йӗлтӗрӗсене...
❮
❯
(И.Трифонова. С.Чаркина сăнӳкерчӗкӗ). Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Чакăра çулсерен Николай Бултыков ячӗпе иртекен йӗлтӗрпе чупассипе ăмăртусем ку тăрăхра пурăнакансемшӗн хӗллехи тепӗр паллă мероприяти пулса тăчӗ. Кăçал вăл 10-мӗш хут иртрӗ.
Февралӗн 25-мӗшӗнче Анат Чакă ял хутлăхӗ çумӗнчи вăрман патӗнче халăх йышлăн пуçтарăнчӗ, юбилейлă ăмăртусене таврари ялсенчен вӗттинчен пуçласа ватти таранах йӗлтӗрӗсене йăтса килнӗ. Чи кӗçӗн хутшăнакан Николай Бултыковăн мăнукӗ София Чаркина пулчӗ, кукашшӗ ячӗпе иртекен ăмăртура вăл 3-мӗш классемпе тан 1 километрлă дистанцие чупса тухрӗ. Аслăрах мăнукӗсене «ветерансен» шутне те кӗртме пулать ӗнтӗ, пӗр çул та хутшăнмасăр юлмаççӗ.
Мероприятие уçнă çӗре Çӗпрел район пуçлăхӗн çумӗ Айрат Залялов, Анат Чакă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Олег Албутов, районти МЧС службин пуçлăхӗ Василий Битяков, ПАИ сотрудникӗсем хутшăннă. Айрат Фиркатович спортсменсене саламласа ăмăртура ăнăçу сунчӗ. Районти спорт аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн Николай Бултыковăн мăшăрне Зоя Михайловнăна Тав çырăвӗ парса чысларӗ. Мероприятин официаллă пайӗ хыççăн ăмăртусем пуçланчӗç. Ун валли кунӗ те заказпа тейӗн, хӗвеллӗ те типӗ тăчӗ, йӗлтӗре шума аван.
Паллă ӗнтӗ, мероприятие йӗркеленӗ çӗре Николай Бултыковăн çемйи - мăшăрӗ, хӗрӗсемпе вӗсен çемйисем активлă хутшăнаççӗ. Ăмăртура çӗнтернисене палăртма медальсемпе кубоксем те хатӗрленӗ.
«Кăçал медаль дизайнне йăлт çӗнетрӗмӗр, аван пулса тухрӗ. Мероприятие кашни çул йышлăн хутшăнни, вăл çӗпрелсен кăмăлне тивӗçтерни, паллах, савăнтарать. Акă, кăçал та палăртнă 12 категори вырăнне çул ӳсӗмне кура 15 категорипе ăмăртусем иртрӗç. Аттене сума суса унăн юлташӗсем хутшăнни уйрăмах хумхануллă. Вӗсем кашни çул юлташне асăнса хисеп çаврăмӗ чупаççӗ», - каласа парать Сильвия Чаркина.
Зоя Михайловна Бултыкова палăртнă тăрăх, ăмăртусенче кашни çул мӗн-тӗр çӗнни пулса иртет, куншăн йӗркелӳçӗсене тав тумалла. Каласа хăврамалла, Н.П.Бултыкова асăнса йӗлтӗрпе чупассипе ăмăртусем йӗркелеме пуçласа унăн вӗренекенӗ Владимир Солдатов сӗннӗ. Часах ун тавра ӗç ушкăнӗ йӗркеленнӗ. Пуçаруллисем шутӗнче Анатолий Иванов, Анатолий Матюшин, Александр Исли, нумай пулмасть вӗсен çумне шкулти физкультура вӗрентекенӗ Артем Солдатов хутшăннă.
«Çак ушкăн ăмăртусене тахçан малтан хатӗрленме тытăнать, трассăна - кӗркуннеренех. Анатолий Матюшин йӗлтӗр çулӗ пулмалли вырăна тăршшӗпех тӗрӗслесе тухать, ăçта шӗшкӗ турачӗ авăнса аннă, ăçта йывăç йăваннă - пурне те курса, пуçтарса тирпейлесе тăрать. Юр ларма пуçланăранпа снегоходсемпе тухса ăна тикӗслесе таптаса пусараççӗ. Ак килнӗ кун та Александр Исли пире хирӗç вăрмантан аэроçунипе шатăртаттарса тухрӗ», - каласа парать Зоя Михайловна.
Зоя Бултыкова каласа панă тăрăх, кăçал кӗçӗн классенче вӗренекенсем уйрăмах активлă пулнă. Вӗсем валли кӗтмен сюрприз та хатӗрленӗ. Ăна çак ялта çуралса ӳснӗ, халӗ Ульяновск хулинче пурăнакан Анатолий Такмаков тунă, ывăлӗпе кашни çулах хутшăнаççӗ вӗсем. Кăçал спонсор шутӗнче кӗçӗн класрисен хушшинче 1-мӗш вырăн йышăннисене чӗрӗ цесаркăсемпе кроликсем парнеленӗ. Атьсем куншăн питӗ хӗпӗртенӗ.
«Ăмăртăва хутшăнакансене, йӗркелӳçӗсене, спонсорсене, волонтерсене - пурне те пысăк тав. Василий Битяков тăрăшнипе МЧС служби хир кухнине йӗркелессине хăй çине илнӗ. Спортсменсене пурне те вӗри апатпа тивӗçтерчӗç вӗсем. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Олег Албутов та нумай тăрăшрӗ. Атьсене - Елисеевсемпе Чаркинсене - пурне те вырăнти ял хутлăхӗн ятӗнчен Тав çырăвӗсем, парнесем пачӗ. Унăн шăллӗ Борис Албутов спонсорла пулăшу пачӗ, мероприятие хутшăнакансене çитерме апат-çимӗç продукцийӗпе тивӗçтерчӗ. Хамăр та парнесемсӗр кайман, никама та кӳрентерес килмест. Ăмăртусем, халăх калашле, тахçанах ял уявне çаврăнчӗç ӗнтӗ. Тăванăмсем килнӗ çынсене вӗри чейпе, икерчӗпе сăйлаççӗ. Пултарнă таран пулăшма тăрăшаççӗ. Олег аттене асăнмасăр хăварма çук, кашни çулах вăл тӗп спонсор шутӗнче. Пысăк тав ăна. Çапах пуринчен ытла çынсем: «Кунӗ паян Николай Павлович пекех, хӗвеллӗ, лăпкă. Вăл хăй те ялан кулса çӳретчӗ, ырă кăмăллăччӗ», - тесе калани чуна пырса тивет», - терӗ Зоя Михайловна.
Ăмăртусем кашни категорирех малти 3 вырăна палăртнипе, çӗнтерӳçӗсене медальсем парса чысланипе вӗçленчӗç. Н.П.Бултыков ячӗллӗ йӗлтӗрпе чупассипе ăмăртусем кăçал юбилейлă пулнипе кашни хутшăнакан диплом илме тивӗçрӗ. |
Асăннă фотоконкурсра Пушкăртстан Республикинче тата Раççей Федерацийĕн ытти регионĕсенче (Удмурт Республикипе Мускав облаçĕ) пурăнакансем хутшăннă.
Фотоĕçсене çак номинацисемпе йышăннă: «Халăх тумне çĕнетни»‚ «Фольклор тумĕ»‚ «Наци тумне автор куçĕпе кăтартса пани»‚ «Манăн çемье историйĕ наци тумĕнче». Юлашки номинаци çак сыпăксенчен тăнă: «Чи лайăх арçын этнопортречĕ»‚ «Чи лайăх хĕрарăм этнопортречĕ»‚ «Чи лайăх ача-пăча этнопортречĕ»‚ «Чи лайăх çемье (ушкăн) этнопортречĕ».
«Япшар кĕпене» ачасем çеç мар‚ аслă ÿсĕмрисем те хаваспах хутшăннă. Çитес вăхăтра конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсене дипломсемпе чыслĕç. Вĕсен ĕçĕсенчен виртуаллă фотокурав йĕркеленĕ.
Конкурса тăратнă фотоĕçсем хушшинче чăваш халăх тумĕ пулни уйрăмах савăнтарать. Çтерлĕ хулинче пурăнакан Виктор Канаев (вăл чăваш каччин тумне жюри членĕсем умне тăратнă) «Чи лайăх арçын этнопортречĕ» (16 çултан аслăраххисем) номинацинче I вырăн йышăннă. «Чи лайăх ача-пăча этнопортречĕ» (3-16 çулхисем хушшинче) номинацинче Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнчи Елена Павлова малти вырăна тухнă.
ПР Наци музейĕ «Япшар кĕпе» регионсем хушшинчи уçă фотоконкурса хутшăнакансене пурне те Раççей халăхĕн наци тумне упрас‚ аталантарас тата популяризацилес ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн‚ нацисем хушшинчи культура хутшăнăвне йĕркеленĕшĕн‚ чун-чĕм пĕрлĕхне тата халăхсем хушшинчи килĕшĕве пулăшу панăшăн чунтан тав тăвать.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Асăну датине чысланă мероприятисем уяв умĕн пĕр кун маларах Афган вăрçинче пуçне хунă паттăрсен вил тăприйĕсем çинче пулса курнинчен пуçланнă. Февралĕн 15-мĕшĕнче Çĕршыв хÿтĕлевçисен паркĕнче Афганистанра пулнă ветерансем асăну хăми патне уявла лару-тăрура чечексем хунă. Çакăн хыççăн пуçтарăннисем районти Культура керменне куçнă. Пĕлтерĕшлĕ мероприятине пухăннисем тата чыслă хăнасем умĕнче район пуçлăхĕ Наиль Гатауллин, çар комиссарĕ Валерий Шарифуллин тата районти Афганистан вăрçин ветеранĕсен Совечĕн председателĕ Вильмир Ахметзянов сăмах каланă. Вĕсем пĕр шухăшлă пулса афганецсене çак пĕлтерĕшлĕ датăпа саламланă, хастар граждан позицишĕн тав тунă тата ветерансем çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парассине тата вăрçăран таврăнман Пишпÿлек паттăрĕсем çинчен астăвăма сыхласа хăварассине малашне те хăйсен ĕлĕшне хывассине шаннине пĕлтернĕ.
Афганецсене чысласа Культура керменĕнче уяв концерчĕ иртнĕ. Культура керменĕн тата хăйпултарулăх артисчĕсем уява пуçтарăннисене Тăван çĕршыва юратнине, вăрçă çулĕсене нихăçан манманнине кăтартса паракан юрă-ташăпа савăнтарнă.
Пишпÿлек районĕнчен Афган вăрçине 118 çын хутшăннă. Вĕсенчен виççĕшĕ пуçĕсене паттăрла хурса каялла таврăнман. Çаксем вĕсем Владимир Исаев, Марсель Кашапов, Владимир Яколев. Паянхи кун тĕлне Пишпÿлек районĕнче Афган вăрçине хутшăннă 55 паттăр пурăнать.
Çавăнтанпа вăтăр çул иртнĕ пулсан та, килĕсене таврăнман салтаксен тăванĕсемпе çывăх çыннисен чĕринче ырату лăпланман. Афган вăрçи яланлăхах тÿрленми суран пулса юлĕ.
Афганистанра службăра пулнисен асаилĕвĕсемпе район хаçачĕн страницисенче паллашма пулать. .
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Çакна паянхи суйлав кунĕ те çирĕплетет. Кирек хăш районпа хулари суйлав участокне çитсен те унта ытларах сумлă ватăсене курма тÿр килчĕ. Çакă ахăртнех яваплăхпа, çирĕп йĕркене пăхăннипе çыхăннă пулмалла.
Ĕпхÿри 16№ вăтам шкулта вырнаçнă 131-мĕш суйлав участокĕнче Пушкăртстанăн пĕрремĕш Президенчĕ Муртаза Рахимов сасăланă. Вăл та участока чăн малтан килнисен шутĕнче. Сакăр вун пилĕк çулхи суйлавçă хăйĕн Конституци правине пурнăçланă чух питĕ тимлĕ пулнă. Муртаза Губайдуллович васкамасăр бюллетене пăхса тухнă, ун хыççăн сасăлав кабинине кĕрсе кирлĕ хушамат тĕлне çекĕл лартнă.
"Башинформ"
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Тутарстан Республикинчи Çӗпрел районӗнчи Упири «Ăшă пӳрт» приютра «Тăван чӗлхе» вулав конкурсăн муниципаллă турӗ иртнӗ тесе пӗлтерет «Тăван ен» хаçат. Конкурса тӗрлӗ çулсенчи ачасем хутшăннă. Вӗсен хушшинче чи кӗçӗнни тăваттă çулта. Вӗренекенсем сăвăсене хăйсен тăван чӗлхипе вуланă. Тематики те расна пулнă: тăван çӗршывпа аннесене юратни, Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçи пирки....
❮
❯
Тутарстан Республикинчи Çӗпрел районӗнчи Упири «Ăшă пӳрт» приютра «Тăван чӗлхе» вулав конкурсăн муниципаллă турӗ иртнӗ тесе пӗлтерет «Тăван ен» хаçат. Конкурса тӗрлӗ çулсенчи ачасем хутшăннă. Вӗсен хушшинче чи кӗçӗнни тăваттă çулта.
Вӗренекенсем сăвăсене хăйсен тăван чӗлхипе вуланă. Тематики те расна пулнă: тăван çӗршывпа аннесене юратни, Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçи пирки. Вӗсен пултарулăхне жюри тивӗçлипе хакланă.
Ачасем сăвăсене ячӗшӗн кăна вуламанни те савăнтарать. Питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ вӗсем. Сăвва каланă вăхăтра презентаципе кăна мар, хăйсен халăх тумӗсемпе те тӗлентернӗ хăнасене. Конкурс вӗçӗнче пӗтӗм ачана участник дипломӗсемпе те чысланă. Пӗрремӗш вырăна Эмилия Тухватуллова, иккӗмӗшне Максим Васильев, виççӗмӗшне Виктория Зиновьева тивӗçнӗ. Çӗнтерекенсен районпа приютăн чысне вулав конкурсӗн республика шайӗнчи тапхăрӗнче хӳтӗлемелле пулать. |
Йĕри-тавра снарядсем шартлатса çурăлнă, пульăсем шăхăрса вĕçнĕ вăхăтра çыхăну йĕркелес тесе хырăмпа шунă чухне Ревокат Моисеев салтак пурнăçпа вилĕм çинчен шутланă-ши; Кун пирки паян хăй те татăклăн калаймасть. Анчах та вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухса 100 çула çити пурăнса çитесси пирки шухăшлама та пултарайман, паллах.
1942 çулта вăл Жиздра юханшывĕ патĕнче пĕрремĕш вăйлă çапăçăва хутшăнать. Самолетсем уласа килсе бомбăсем пăрахнă, таврара çĕр кисренсе тăнă вăхăтра салтак хăйне мĕнле туйнине çав лару-тăрура пулса курнă çын çеç каласа параять пулĕ. Ревокат Моисеев каярах Орел, Курск пĕккинчи тата ытти çапăçусене те хутшăнать. Анчах та пуçласа вут-çулăм авăрне лекни унăн асĕнче ĕмĕрлĕхех юлнă. Йывăр аманнă хыççăн Ревокат Прохорович госпитале лекет. Унтан сипленсе тухнă хыççăн ĕмĕрĕпех мирлĕ ĕçре тăрăшать. Ăна вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхшăн II степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденĕпе тата нумай медальсемпе наградăланă. Орден-медальсем унăн кăкăрне илем кӳреççĕ.
Перекет банкĕн системинче ĕçленĕ вăхăтрах вăл обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă. Çамрăксемпе, ачасемпе тăтăшах тĕл пулса вĕсене çарпа патриотизмла воспитани парас енĕпе ĕçленĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсенче вăрçă тематикипе статьясем нумай пичетленĕ.
Аслă Отечественнăй вăрçă сăнне хăйсен куçĕпе курнă çынсем юлмарĕç те ĕнтĕ. Ревокат Прохоровича Çĕнтерӳ уявĕ ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, вăй-хал, пурнăçра ăнăçу сунатпăр.
Г.Юрьев.
Ревокат Прохорович Моисеев:
«Аслă Çнтерĕвĕн 77-мĕш çулне хавхалануллă кăмăлпа кĕтсе илетĕп. Яланхи пекех, майăн 9-мĕшне Çĕнтерӳ парадĕнче çынсемпе пĕрле уявлас килет. Çак уяв пуриншĕн те чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулнине çирĕппĕн шанатăп. Вăрçă çулĕсем чĕрере тарăн йĕр хăварчĕç. Çулсем хыçа юлсассăн та вĕсем манăçмаççĕ. Хаяр вăрçă кунĕсем пирки тăтăшах аса илетĕп, ачасене, мăнуксене каласа паратăп, шкул ачисемпе те чылай тĕл пулу ирттернĕ. Çак çула çитме пултарнăшăн Турра тав тăватăп. Пурне те мирлĕ пурнăç, тăнăçлăх сунатăп. Аслă Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе саламлатăп!». |
Сĕт кухни — йывăрлă хĕрарăмсене, кăкăр ĕмĕртекен амăшсене ятарла апатланупа, виçĕ çулчченхи ачасене — типĕ адаптациленĕ хутăшсемпе, типе пăтăсемпе, ятарлă ача-пăча сĕт апат-çимĕçĕпе тивĕçтерекен патшалах пулашăве, анчах пурин валли те мар, сахал тупăшлисене кăна. Хальхи вăхăтра пĕтĕм республикипе çав апат-çимĕçе памалли пунктсем уçăлаççĕ.
Пишпÿлекре «Молочная кухня» ГАУ памалли пункт «Башфармация» ГУПăн структура подразделенийĕ 60-мĕш ГОСАПТЕКА пулса тарать, унан адресĕ: Пишпÿлек ялĕ, Центральная урамĕ, 53.
Пирĕн районта кăкăр ĕмĕртекен амăшсем, ашшĕ-амăшĕ, опекунсем мĕнле продукци илме пултарасси пирки 60-мĕш аптека заведующийĕ Альфия Гайнулловна ПЕТРОВА каласа пачĕ:
— Ятарлă сĕт апат-çимĕçĕпе кирлĕ договорсем тусан тата врач справки пулсан кăна тивĕçтереççĕ. Эпир сахал тупăшлă çемьесене сĕт продукцийĕпе тÿлевсĕр тивĕçтермелли çакнашкал договорсем йышанма пуçларăмăр ĕнтĕ. «Молочная кухня» ГАУ договорсен 10 пакетне ярса патăмăр. Эрне тăршшĕнче вĕсене пăхса тухаççĕ те тепĕр эрнерен апат-çимĕçе эрнере икĕ кун — ытларикунсемпе эрнекунсенче 14 сехетрен 17 сехетчен — пама пуçлатпăр. Енчен те çемье пилĕк кун тăршшĕнче апат-çимĕçе илсе каймасть пулсан, эпир продукцие тавăрасси пирки акт çыратпăр.
Октябрьскинчи «Молочная кухня» ГАУ представителĕ Ильмира Юсупова каланă тăрăх, Пишпÿлекри продукци памалли пунктра виçĕ çулчченхи ачасене «Агуша» фирма апат-çимĕçне параççĕ. 6 уйăхран 8 уйăхчченхи ачасене тăпăрчă, 8 уйăхран 3 çулчченхисене тăпарчă, сĕт, кефир параççĕ. Кунсăр пуçне çемьене ача çуралнă кунран 6 уйăхччен типе смесь илеççĕ тата 6 уйăхран аслăраххисене пăтăсем хутшăнаççĕ. Йывăрлă тата кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăм «Нутрима» ятарлă типе смесь илме пултараççĕ.
Айгуль ГАРЕЕВА.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Январь уйăхĕн 13-мĕшĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри XXXIX «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» йĕлтĕрпе чупасипе йĕркеленĕ ăмăрту яланхи пекех спортпа туслисене пĕр йыша йышлă пуçтарнă. Старта Пушкăртстанри 63 муниципалитетри шкул çулне çитмен шăпăрлансемпе шкул ачисем, студентсем, рабочисем тата тивĕçлĕ канури çынсем тухнă. Вĕсен ÿсĕмĕсем пĕр çултан пуçласа 91 çула çити – пурĕ 121 пин çын. Ăмăртăва хутшăнакансем 3 тата 5 çухрăма вăй виçнĕ.
Январь уйăхĕн 13-мĕшĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри XXXIX «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» йĕлтĕрпе чупасипе йĕркеленĕ ăмăрту яланхи пекех спортпа туслисене пĕр йыша йышлă пуçтарнă. Старта Пушкăртстанри 63 муниципалитетри шкул çулне çитмен шăпăрлансемпе шкул ачисем, студентсем, рабочисем тата тивĕçлĕ канури çынсем тухнă. Вĕсен ÿсĕмĕсем пĕр çултан пуçласа 91 çула çити – пурĕ 121 пин çын. Ăмăртăва хутшăнакансем 3 тата 5 çухрăма вăй виçнĕ.
Вĕсенчен чи çамрăк йĕлтĕрçĕ Кугарчă районĕнчи Алина Сайфуллина пулнă, вăл çулталăк та 11 уйăхра кăна-ха. Чи асли - Мишкин районĕнчи 91 çулхи Сергей Салякинович Салякин.
Ĕпхÿре, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăвăн Пушкăртстанри тĕп лапамĕнче, мероприятие 31 çын - тĕп хулара пурăнакансемпе хăнасем - хутшăннă. Старта тухакансен умĕнче «Биатлон» территоринче ПР çамрăксен политикин тата спорт министрĕ Руслан Хабибов, Паралимпиада вăйисенче 100 метртан пуçласа 5 çухрăма çити чупассипе 13 хут ылтăн медаль çĕнсе илнĕ, 18 хут тĕнче чемпионĕ, 43 хут Европа чемпионĕ пулнă, Раççейри Паралимпиада комитечĕн вице-президенчĕ, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Рима Баталова тата Ĕпхÿри Орджоникидзе район пуçлăхĕ Марат Галиуллин тухса сăмах каланă.
Руслан Хабибов ăмартăва хутшăнакансене республика пуçлăхĕн Радий Хабировăн салам çырăвĕпе паллаштарнă. Çырура Пушкăртстанри Сывлăх тата хастарлăха вăрах ĕмĕре упрамалли çул «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртуран пуçланнине палăртнă.
Йĕлтĕрпе чупассипе йĕркеленĕ ăмăртăва нефть университетĕнчи ют çĕршыв студенчĕсем те хутшăннă. Вĕсем йĕлтĕр çине пуçласа тăнă тесен те юрать.
- Пĕрремĕш хут юр Ĕпхÿре куртăм, йĕлтĕрпе ярăнма нумаях пулмасть физкультура урокĕнче вĕрентĕм. Паллах, эпĕ мала тухас çук, анчах та çĕнтерни мар, чи кирли мероприятие хутшăнни,- тенĕ Конго çĕршывĕнчи Махьюс Самба студент. Унран Египетпа Таджикистанран килнĕ юлташĕсем те юлман.
«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ -2021» ăмăртура тăхăр чупăм (забег) иртнĕ. Vip-чупăва ПР çамрăксен политикин тата спорт министрĕн çумĕ, биатлонист, Ноганăри Олимпиада вăйисен пăхăр призерĕ Павел Муслимов хутшăннă.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсемпе, кубоксемпе тата асăнмалăх парнесем парса чысланă тесе пĕлтеренĕ ПР спорт министерствинче.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Раççей пуçлăхне пулăшаканĕ Юрий Ушаков икĕ президент çулталăк пуçланнăранпа саккăрмĕш хут куçа-куçăн тĕл пулаççĕ тесе палăртнă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин паян Сочинче Турци Президенчĕпе Реджеп Тайип Эрдоганпа черетлĕ хут калаçу ирттерет.
Икĕ лидер Турци армийĕ Сирин çурçĕр енче ирттерекен çар операцине тĕпе хурса лару-тăрăва сÿтсе яваççĕ. Президентăн Пĕтĕм тĕнче тĕлĕшпе пулăшакан Юрий Ушаков пĕлтернĕ тăрăх, çак тĕлпулу çинчен Путинпа Эрдоган октябрĕн 15-мĕшĕнче телефонпа калаçса татăлнă. Турци октябрĕн 9-мĕшĕнче Сирин çурçĕр енче «Источник мира» операци иртттересси çинчен пĕлтернĕ. Унăн тĕллевĕ Турци чиккишĕн хÿтлĕх чаршавĕ шутланакан буфер зони туса хурасси.
Ушаков палăртнă тăрăх, Раççей Турци ертÿçисем СШАн вице-президенчĕпе Майкл Пенспа ирттернĕ калаçăва, петĕмĕшле илсен, ырласа йышăннă. Паян çар ĕç-хĕлне чарса хунă 120 сехет вĕçленет, малашне лару-тăру мĕнле пулассине икĕ президент сÿтсе яваççĕ те.
ТАСС материалĕсем тăрăх.
Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
#ВладимирПутин
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Чылай шкулта чăваш чěлхи кунне ирттересси йăлана кěнě ěнтě. Çак кун ачасен асěнче нумайлăха юлтăр тесе, чăн-чăн уяв пултăр тесе эпир те тăрăшатпăр. Акă ěнтě темиçе çул хушши уяв кунěн программине йăлана кěртсе якатса пыратпăр.
Ташă флешмобě
Уяв кунне 1-2 уйăх маларах хатěрленме пуçлатпăр. Ирсерен шкулта иртекен зарядка вăхăтěнче чăваш ташшин хусканăвěсене вěренетпěр. Арçын ачасене физкультурăна вĕрентекен хатěрлет, хěрсене вара – чăваш чěлхине вěрентекенě. Кашни зарядкăрах пěр-пěр çěнě хусканупа паллашатпăр.
Ташă валли юрă ачасемпе суйлатпăр. Кашни çул юрă улшăнса пырать. Тěслěхрен, пěр çулхине – «Асамат» ушкăн репертуарěнчи «Чăваш чěлхи» юрра илнěччě, тепěр çул вара – такмаксене суйланăччě. Темиçе юрра сыпса попурри тума та пулать.
Чăваш тумěн куравě
Курава ирттерессине 1-2 уйăх маларах ачасене, вěрентекенсене асăрхаттаратпăр. Уяв тěлне кашниех чăваш тумне хатěрлет. Хăшěсем ятарласа çěлеççě, хăшěсем – кÿршě-тăванран тупаççě.
Уяв кунěнче
Уяв кунěн программи иртен пуçласа кăнтăрла иртичченех тăсăлать пирěн шкулта. Кашни вěрентекенех, кашни ачах хутшăнать. Ирех çак кун пурте (ачасем те, вěрентекенсем те, тирпейлÿçěсем те) чăваш тумěпе килеççě шкула, кунěпех çак тумпа пулаççě уроксенче те.
Ирпе шкул линейкинче саламлă сăмах директор илет, уяв ячěпе саламласа юрă-сăвă янăрать. Ачасем Стихван Шавлин «Вěçкěн Ваççинчен» кулаççě. Чăваш символěсене, гимне аса илеççě. Гимн сăмахěсене аса илмелли вăйă иртет. Вěрентекен хăш ача патне пырса тăрать, çав ачан гимн сăмахěсене каламалла. Кашни йěркенех тěрлě ача калать. Юрă сăмахěсен такăнмалла мар.
Уроксенче çак кун пур предмета та чăвашлăхпа çыхăнтараççě вěрентекенсем. Уроксем чăвашла иртеççě. Тěслěхрен, биологире чăваш çут çанталăкěпе паллашаççě, географире – чăваш карттипе, математикăра та чăваш шутлавě çинчен пырать калаçу (1-мěш фото).
1-мĕш сăн ÿкерчĕк
Тăхтавсенче шкул коридорěнче чăваш юррисем янăраççě, вожатăй кěçěн класс ачисемпе чăваш вăййисене вылять. Пысăк тăхтавра чăваш чěлхине вěрентекен кашни класах çитет, чăваш символикипе çыхăннă тест ыйтăвěсемпе мини ыйтăм ирттерет.
Коридорта тăхтавсенче тěрлě куравсемпе паллашма пулать:
• ал ěçěн ăстисен куравě,
• ачасен автор хайлавěсен куравě,
чăваш пуканийěсен куравě (кěçěн класс ачисем хутран касса каларнă пуканесен тумěсене чăваш тěррисемпе илемлетеççě рисовани урокěнче) (2-мěш фото),
2-мĕш ÿкерчĕк
йăх-несěл йывăçěсен куравě (ачасем хăйсен несěл йывăçěсене ÿкресе хатěрлеççě) тата ытти те (3-мěш фото).
3-мĕш сăн ÿкерчĕк
Уроксем пěтсен
Уроксем вěçленсен пурте шкул умěнчи лапама тухаççě. Кунта вара чăваш дискотеки (ташши-вăййи) пуçланать. Чи малтанах чăваш гимнě янранă вăхăтра Чăваш ялавě çěкленет (чи хастар ачасем çěклеççě). Шкул кěвěçи (ди-джей – шкул ачиех) хальхи вăхăтри чăваш эстрада юррисене янраттарать.
Чи малтанах чăваш такмакěсемпе ташша физкультура вěрентекенě пуçлать, унтан вăл ура тапса ташша чăваш чěлхине вěрентекенне чěнет. Ачасемпе ытти вěрентекенсем алă çупса ик ушкăна уйрăлаççě. Арçын ачасем лапам пěр енне пухăнаççě, хěрсем вара – тепěр енне. Вěрентекенсем кашни хăй ушкăнне пырса ура тапать. Кун хыççăн хěрÿ ăмăрту пуçланать. Пěр такмакпа каччăсем хěрсен енне ташласа çывхараççě те каялла чакаççě, тепěр такмакпа вара – хěрсем каччăсен умне пыраççě, унтан каялла чакаççě.
Пěр хушă çапла ăмăртнă хыççăн паллах туслăх çěнтерет. Ун хыççăн вара класпа класс ăмăртать. Хăш класс ташлама чарăнать, çав ăмăртуран тухса ÿкет, выляса янă пек шутланать. Паллах, капла каланă хыççăн пурин те çěнтерÿçě пулас килет. Ташă кěввисем улшăнсах тăраççě. Лăпкă кěвě хавассипе черетленсех тăрать.
Купăс сассиллě авалхи кěвěпе тепěр вăйă иртет. Малтан ертсе пыракан ташлакансене 2-шерěн ташлама калать, пěр хушă ташланă хыççăн ертÿçě 3-шерěн ташлама сěнет, унтан 5-шерěн, унтан 10-шарăн, 30-шарăн, 50-шарăн. Çапла майпа шкул умěнче малтан мăшăрланса ташлаççě, кайран пěчěк çаврасем ÿссе сарăлса пыраççě. Чи юлашкинчен вара шкулта миçе ача, çав хисепе пěрлешме сěнет ертсе пыракан. Çак йěрекепе шкул лапамěнче пěр пысăк çавра пулса тăрать (4-мěш фото).
4-мĕш сăн ÿкерчĕк
Ертÿçěсем авалтан килекен туслăх-тăванлăх çинчен сăвă вулаççě. Пысăк çаврара пурте алсене тытса «Алран кайми аки-сухи» юрра юрлаççě. Асăнмалăх пурте шкул умěнче пěрле сăн ÿкерěнеççě (5-мěш фото). Уяв кунě вěçленет. |
Юлашки вăхăтра пыл хурчĕсем вилни тăтăшланса пырать. Çак пулăм пирĕн çĕршывра кăна мар, ытти çĕршывсенче те пулса иртет.
Тĕнчери нумай çăршывра пыл хурчĕсем вилнин проблеми пур. Çавна пула нумай ÿсентăран çухалма пултарать: вĕсенчен 80 процентне яхăн пайне пыл хурчĕ шăркалантарать. Великобританинче, Германинче, Грецинче, Италинче, Португалинче, Испанинче, Польшăра, çаплах Российăра çак проблема çивĕчленсе пырать.
Пыл хурчĕсĕр тĕнчере пир-авăр промышленноçĕ валли çĕрмамăк, садсемпе уй-хир чечекĕсем, апатланăвĕнче пыл хурчĕсем пур кайăксемпе чĕрчунсем пулмĕç. Пыл хурчĕсем пĕтĕм тĕнчипе чи кирлĕ 90 тĕслĕ тĕштырă культурине, улма-çырлапа пахчаçимĕçсене шăркалантараççĕ.
Çак инкеке хăшпĕр экспертсем официаллă мар ят та панă – „пыл хурчĕн грипĕ”. Пыл хурчĕ пĕтнин тĕп факторĕсем çаксем: климат улшăнни, экзотикăлла паразитсем, инфекцисем тата ял хуçалăхĕнче пестицидсемпе питĕ нумай усăланни.
Унсăр пуçне çанталăк та витĕм кÿрет. Çапла, сивĕсем вăрахрах тăнă тата çуркунне кая юлса килнĕ пирки пыл хурчĕн çемйисем хĕл каçаймаççĕ. Эстонинче çапла пулнă.
Латвинчи хурт-хăмăр ăстисем чи малтан „гнилец” текен чир активлă сарăлни айăплă тесе шутлаççĕ. Çак инфекци пыл хурчĕн личинкисене пĕтерет, вĕсене аталанма памасть. Шел пулин те, ку инфекципе кĕрешмелли эффективлă меслет халĕ те тупайман.
Великобританинче ÿсентăрансене шăркалантаракан пыл хурчĕсемпе сăпсасен 23 тĕсĕ пĕтнĕ. Нумайрах çавă ялхуçалăх политики улшăннă хыççăн пулса иртнĕ, юлашки вăхăтра Nosematidae паразит та хушăннă.
Канадăра юлашки темиçе уйăхра кăна 37 млн пыл хурчĕ (600 яхăн вĕлле) пĕтнĕ. Онтариора генетикине улăштарнă кукурузăна пестицидсен çĕнĕ тĕсĕпе ĕçлесе тухнă хыççăн пыл хурчĕсем массăллă вилнĕ.
Мобиллĕ телефон çыхăнăвĕ те пыл хурчĕсене ырă кÿмест иккен. Вĕсем ĕçе тухса кайсан телефон сигналĕсем вăйлă пулнипе каялла вĕллене таврăнма çул тупаймаççĕ, эппин - вилеççĕ.
Британи ученăйĕсем пĕлтернĕ тăрăх, пыл хурчĕсем çĕр çул хушшинче Çĕр питĕнчен çухалма пултараççĕ. Çакă планетăшăн катастрофăпа тан пулĕ.
Тĕнчери çĕршывсенчен нумайăшĕ пестицидсемпе усăланас калăпăшсене кемĕтме тăрăшать. Ученăйсем те пыл хурчĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çĕнĕ çулсем шыраççĕ.
Гарвардри специалистсем вара „робо-пыл хурчĕ” тăвас енĕпе ĕçлеççĕ. Нумай та пулмасть вĕсем 0,09 г таякан модельпе (чăн-чăн пыл хурчĕ 0,122 г таять) паллаштарнă. Халĕ ученăйсем пĕчĕк роботсем тăвас енĕпе ĕçлеççĕ, вĕсене чĕрĕ пыл хурчĕсем пек тытма вĕрентеççĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать |
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх
3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ
2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке
1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан
1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла |
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх
3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ
2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке
1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан
1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла |
Мартăн 8-мӗшӗ тӗлне чи пысăк çитӗнӳ тунă хӗрарăмсем çинчен çырсан вырăнлă пек. Тӗнчипе чи нумай ача çуратнă хӗрарăм Шуя хресченӗн Федор Васильевăн пӗрремӗш арăмӗ шутланать. Ку рекордран хальчен те никам иртекен пулман, икçӗр çул иртнӗ пулсассăн та. Çак чухле ачана хӗрарăм 27 хут çуратнă: 16 йӗкӗреш, 7 виççӗн йӗкӗреш, 4...
❮
❯
Мартăн 8-мӗшӗ тӗлне чи пысăк çитӗнӳ тунă хӗрарăмсем çинчен çырсан вырăнлă пек. Тӗнчипе чи нумай ача çуратнă хӗрарăм Шуя хресченӗн Федор Васильевăн пӗрремӗш арăмӗ шутланать. Ку рекордран хальчен те никам иртекен пулман, икçӗр çул иртнӗ пулсассăн та.
Çак чухле ачана хӗрарăм 27 хут çуратнă: 16 йӗкӗреш, 7 виççӗн йӗкӗреш, 4 тваттăн йӗкӗреш. Шел пулин те 67 ачи çеç чӗрӗ юлнă.
Анчах тӗлӗнтерекенни кунта вăл мар. Ăратлăх хăвачӗн вăрттăнлăхӗ арçыннинче пулнă иккен. 1707-1782 çулсенче пурăннă Федор Васильевăн иккӗмӗш арăмӗ те ăна 18 ача парнелет: 6 мăшăр йӗкӗреш тата 2-шер хут виççӗн йӗкӗреш. 1782 çулта Хӗветӗрӗн 82 ачи сывă пулнă. |
«Сувар» хаçат редакцийӗ, ТР ЧНКА Канашӗ, П.Хусанкай ячӗллӗ Хусанти чăваш наципе культура центрӗ Тутарстан Республикин тата Чăваш Республикин культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Чăваш халăх ӳнер академийӗн членӗ Василий Афанасьевич ДЕДУШКИН вилсе кайни пирки тарăннăн хурланнине пӗлтерет. Вăл Тутарстанри Пăва районӗнчи Элшел ялӗнче1933 çулхи январӗн 14-мӗшӗнче çуралнă. Алла аттестат илсен Çӗпрел...
❮
❯
«Сувар» хаçат редакцийӗ, ТР ЧНКА Канашӗ, П.Хусанкай ячӗллӗ Хусанти чăваш наципе культура центрӗ Тутарстан Республикин тата Чăваш Республикин культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Чăваш халăх ӳнер академийӗн членӗ
Василий Афанасьевич ДЕДУШКИН
вилсе кайни пирки тарăннăн хурланнине пӗлтерет.
Вăл Тутарстанри Пăва районӗнчи Элшел ялӗнче1933 çулхи январӗн 14-мӗшӗнче çуралнă. Алла аттестат илсен Çӗпрел районӗнчи Шланкари çичӗ çул вӗренмелли шкулта, каярах Чăваш Çӗпрелӗнчи 37-мӗш ача çуртӗнче ачасене вырăс чӗлхи вӗрентнӗ.
1955 çулта Хусанти медицина училищине вӗренме кӗнӗ. Ăна хӗрлӗ дипломпа пӗтерсен ТЭЦ-2 здравпунктра фельдшерта ӗçленӗ. Ӗçленӗ хушăрах Медицина институчӗн санитари факультетӗнче вӗреннӗ.
1968-1985 çулсенче РСФР апат-çимӗç промышленность министерствин Тутарстанри обществăлла апатлану предприятийӗсен продукци пахалăхӗпе санитарин кураторӗ пулнă. Хусанти «Суту-илӳ центрӗ» ресторанта, «Татарский» апат-çимӗç комбинатӗнче санитари тухтăрӗнче тăрăшнă. ТАССР Министрсен Канашӗ çумӗнчи Çăкăр пӗçерекен промышленность управленийӗнче мӗн пенсие тухичченех ӗçленӗ. Тивӗçлӗ канăва тухсан та Хусанти 4№ çăкăр пӗçерекен заводра тăрăшнă.
Халăх сăмахлăхӗпе, таврапӗлӳпе Василий Афанасьевич мӗн ачаран интересленнӗ. Хаçат-журнал материалӗсене пухса тематика альбомӗсене хатӗрленӗ.
1993 çултанпа В.А. Дедушкин Хусанти П.Хусанкай ячӗллӗ Чăваш наципе культура центрӗн председателӗн çумӗ пулнă. Телевиденипе, радиопа тачă çыхăну тытнă, тӗрлӗ курав, фестиваль йӗркелеме хутшăннă.
Чăваш наципе культурине аталантарма тата пропагандăлама хастар хутшăннăшăн Василий Афанасьевич Дедушкина Тутарстан тата Чăваш Ен культурисен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ ятсене панă. Хăйӗн пурнăçӗ тăршшӗпе вăл чăваш фольклористикине тӗпчес, ăна çынсем патне çитерес тесе тăрăшрӗ. 2017 çулхи январӗн 30-мӗшӗнче унăн куçӗсем ӗмӗрлӗхех хупăнчӗç.
Мăшăрӗпе, ачисемпе тата тăванӗсемпе пӗрле хурланатпăр.
Январӗн 31-мӗшӗнче 10.00 сехетре Хусанти Декабристсен урамӗнчи 99-мӗш çуртри 3-мӗш подьездра сывпуллашу иртӗ, В.А.Дедушкин хушса хăварнипе ăна тăван ялӗнче Элшелӗнче пытараççӗ. |
Пӗтӗм çӗршыв Çӗнӗ çула хатӗрленнӗ вăхăтра Хусан, Çырчалли хулисем тата Ешӗлвар районӗнчи Октябрьски поселокӗнчи «Çӗнӗ Тура» технополис та çак тӗллевпех ăшталанать.Чăн та, кунти халăха Çӗнӗ çул сӗтелӗ валли йӳнӗ те паха апат-çимӗç туянма чылай çăмăлрах, мӗншӗн тесен кунта ял хуçалăх ярмăрккисем ирттересси йăлара. Паян, шăматкун та акă, укçа шутне пӗлекен...
❮
❯
Пӗтӗм çӗршыв Çӗнӗ çула хатӗрленнӗ вăхăтра Хусан, Çырчалли хулисем тата Ешӗлвар районӗнчи Октябрьски поселокӗнчи «Çӗнӗ Тура» технополис та çак тӗллевпех ăшталанать.Чăн та, кунти халăха Çӗнӗ çул сӗтелӗ валли йӳнӗ те паха апат-çимӗç туянма чылай çăмăлрах, мӗншӗн тесен кунта ял хуçалăх ярмăрккисем ирттересси йăлара. Паян, шăматкун та акă, укçа шутне пӗлекен хула çынни çывăрмасть. Мӗншӗн тесен йăлари ярмăрккăсенчен Çӗнӗ çул умӗнхи тата вăйлăрах иртнине тахçанах хăнăхса çитнӗ, унăн ассортименчӗ чылай пуянрах.
Аса илтеретпӗр, кăçал ял хуçалăх ярмăрккисене кăçал вырма икӗ эрне кая юлса пуçланни те чăрмантараймарӗ. Вӗсем сентябрӗн 16-мӗшӗнче пуçланчӗç. Çав вăхăтранпа акă ӗнтӗ 15-мӗш эрне кашни шăматкун иртеççӗ. Ял хуçалăх производителӗсем валли Хусанта кăна 10 суту-илӳ, 7 шатер площадки йӗркеленӗ. Ял хуçалăх производителӗсем хăйсем ӳстернӗ пахча çимӗçе, аш-какая, çăмарта тата ытти продукцие сутса 1 миллиард тенкӗ ытла тупăш тунă.
Ӗнер «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗн пӗрремӗш çумӗ Н.Титов кашни ярмăрккăна хăй пăхса çаврăннине, кашни площадкăна министерствăн специалисчӗ тимленине пӗлтерчӗ. Паллах, кун пек ярмăрккăсен пахалăхне те ӳстереççӗ, халăх мӗн ыйтнине йăлтах тивӗçтерме тăрăшаççӗ. Çак тӗлӗшпе ярмăрккăсем иртекен кашни площадкăрах сӗнӳсен ешчӗкне вырнаçтарнă иккен. Хăйсен сӗнӗвӗсене, асăрхаттарăвӗсене çынсем çавăнта çырса яраççӗ. Çавна кура пасарсенче малтанхи çулсенчи пек, хула çыннисен дачисем валли кӳнӗ тислӗк, утă-улăм машинисене курма çук халӗ. Çынсем ыйтса шăпах çак ешчӗксене çырса яраççӗ иккен. Хуçалăхсем вара «тавара» шăматкун çитессе кӗтмесӗрех ыйтаканăн адресӗпе кӳреççӗ.
Суту-илӳ тумалли палаткăсене йӗркене кӗртни куç умӗнчех. Кашни районăн вӗсем пӗр пек. Н.Титов сăмахӗсемпе, çитес вăхăтра сутуçисене ятарлă тумпа та тивӗçтерес шухăш пур. Пӗр сăмахпа, йăлтах аван, пӗрне шута илмесен - ятарлă сутуçисем çук. Нивушлӗ районсенчи ӗçпе тивӗçтерекен центрсенче пӗр ӗçсӗр çын та тăмасть? Фермер хуçалăхӗсемпе агрохолдингсем ку ыйтăва татнă пуль-ха, кунта вӗсен сутса тупăш тăвас интересӗ пысăк. Ял хутлăхӗсем вара яланхи пекех ӗçлеççӗ, продукцие сутма бюджет тытăмӗнче ӗçлекенсене, çав шутра учительсене те, вăйпах яваплаççӗ. Ялти шкул учителӗ вара нимӗн те тăваймасть, ӗçе çухатасран хăраса унăн çӳлтисен хушăвне итлемелли кăна юлать. Пресс-конференцире кун çинчен сăмах хускатсан, министр çумӗшӗн Н.Титовшăн та ку кӗтменлӗх пулчӗ ахăр: «Ярмăрккăсенче прилавка умӗнче кам тăни çинчен эпӗ шутламан та», - терӗ вăл тӗлӗннине пытармасăр. Унтан ку ыйтăва тимлӗхе илме шантарчӗ. |
Хăшĕ-пĕри кăткăсене усăллă кăпшанкă тесе тĕкĕнмест. Чăнах та кăткă хурт-кăпшанкă çăмартисене, хуртсене тапăнать. Анчах та пахча кăткисем ытларах сиен кÿреççĕ. Вĕсем уй пыйтине (тля) ĕрчетеççĕ, тĕрлĕ инфекци чирĕсене сараççĕ.
Çак кăпшанкăпа кĕрешмелли мелсем нумай пулин те унран хăтăлма çăмăлах мар. Пĕр çĕртине пĕтеретĕн, кĕçех тепĕр çĕрте кăткă чупма пуçланине куратăн. Хăшĕ-пĕри халăх меслечĕсемпе кĕрешет, хăшĕсем «химие» ытларах кăмăллаççĕ.
Кирек хăш меслете илсен те çакна пĕлмелле: кăткă чупакан çулсене, йывăç вуллисене çеç наркăмăшлани тĕрĕсех мар. Çиелте ахаль тарçăсем кăна çÿреççĕ. Вĕсем кăткă çемйи аталанассине витĕм кÿмеççĕ тесен те йăнăш мар. Чи кирли – кăткăсен тĕп тĕммине пĕтермелле. Унта ама кăткă çăмарта хывать, йăвара йĕрке тăвакансем вĕсене сăнаса тăраççĕ. Тĕмре икĕ е виçĕ ама пулма пултарать. Çулла кăткă çемйи пысăкланса каять. Патша кăткăсем ама тата пĕтĕлентерекен аçа кăткăсем тухакан çăмарта хываççĕ, вĕсенчен çунатлă амасемпе аçасем тухаççĕ. Амасем пĕтĕленеççĕ те йăваран урăх вырăн шырама тухса вĕçеççĕ, тепĕр тĕлте кăткă «хуçалăхĕ» аталантараççĕ. Çавăнпа çыхăннă та кăткă патшалăхĕпе кĕрешессин йывăрлăхĕ.
Халăх меслечĕсен витĕмĕ япăх мар. Кăткă тĕммине вĕри шывпа ислетме юрать. Вĕри шыв тăпрана япăх витĕм кÿмест. Тин вĕретнĕ шыв, кĕреçе хатĕрлемелле те тĕмме май килнĕ таран тĕплĕнрех уçса вĕри шыв сапмалла. Ама, тухмалли çăмартасем чылайăшĕ пĕтсессĕн ытти кăткăсем те саланаççĕ. Кăткăсем каç еннелле «киле» пуçтарăнаççĕ, тĕме ăнăçлăрах пĕтерес тесен каç пулттипе вĕрилемелле.
Бор йÿçекĕ. Пĕр пĕчĕк – 30 грамм - бор йÿçекне çур литр шывпа пĕр стакан сахăрпа хутăштармалла, вир кĕрпи е маннă кĕрпи хушма юрать. Çак хутăша хăйсем те çиеççĕ, йăвине те сĕтĕреççĕ, ăру паракансем те пĕтеççĕ.
Кĕл. Çак кăпшанкăсемшĕн кĕл хаяр наркăмăш пекех. Каç пулттипе тĕмме сирмелле те кĕл сапса хутăштармалла. Кĕл тăпрана япăх витĕм кÿмест, пулăхлатать кăна.
Тăварпа усă курма пулать. Ăна вĕри шыва ярса ирĕлтереççĕ те малтанхи тĕслĕхпе тĕме «шăвараççĕ». Анчах тăвар тăпра пулăхлăхне япăх витĕм кÿрет. Тăвар çĕрте темиçе çул упранать, унта тухăç начартарах пулать.
«Хими» препарачĕсемпе инструкципе килĕшÿллĕн ĕçлемелле. Вĕсемпе те тĕммĕн амасемлĕ пайне пĕтерме тăрăшмалла. Муравьед, дихлофос тата ытти витĕмлĕ.
Массăллă информаци хатĕрĕсенчен.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать |
(Вера Александрова. Л.Пилайкина архивӗнчи сăнӳкерчӗк). Республикăра та, çӗршывра та кунсерен мӗнле кăна конкурс иртмест. Эпир, чăваш хаçатӗнче ӗçлекенсем, хуть хăш мероприяти иртесси пирки илтсенех унта чăвашсем те хутшăнаççӗ пуль-ха тесе шутлатпăр. Чăн та, йăхташăмăрсем питӗ хастар пирӗн, маттур чăвашсем пӗр-пӗр çӳллӗ шайри конкурса хутшăнса çӗнтерӳçӗ ятне илни çинчен «Суварăн» кашни...
❮
❯
(Вера Александрова. Л.Пилайкина архивӗнчи сăнӳкерчӗк). Республикăра та, çӗршывра та кунсерен мӗнле кăна конкурс иртмест. Эпир, чăваш хаçатӗнче ӗçлекенсем, хуть хăш мероприяти иртесси пирки илтсенех унта чăвашсем те хутшăнаççӗ пуль-ха тесе шутлатпăр. Чăн та, йăхташăмăрсем питӗ хастар пирӗн, маттур чăвашсем пӗр-пӗр çӳллӗ шайри конкурса хутшăнса çӗнтерӳçӗ ятне илни çинчен «Суварăн» кашни номерӗнчех çырса пӗлтеретпӗр. Аслисемпе танах ачасем те активлă пулнине палăртас килет.
Ак ку номерте те сире, хаклă вулаканăмăрсем, черетлӗ çӗнтерӳçӗпе - Лина Пилайкинăпа - паллаштарас килет. Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта 8-мӗш класра вӗренекен хӗрача çак кунсенче Мускавра иртнӗ «Манăн вырăс чӗлхи» Пӗтӗм Раççейри оратор ăсталăхӗн конкурсӗн финалӗнчен 2-мӗш вырăн йышăнса таврăнчӗ. Маттур, саламлатпăр!
Паллах, финала тухиччен Линăн малтан конкурсăн районти, унтан республикăри турӗсене хутшăнма тивнӗ.
- Çак конкурса хутшăнма мана вырăс чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Людмила Аркадьевна Тихонова сӗнчӗ. «Ырă çын усаллинчен сывлăхлăрах» темăпа видео ӳкертӗмӗр. Районта 1-мӗш вырăн йышăнтăм. Республика шайӗнче те çӗнтерме пултартăм, - каласа парать Лина.
Конкурсăн финалӗ, каларăмăр ӗнтӗ, Мускавра, Национальноçсен çуртӗнче иртнӗ. Унта конкурсантсене шăпа ярса темăсем суйлаттарнă, хатӗрленме 2 минут çеç панă. Кивӗ Тимушкел хӗрне «Çемьесӗр çын çимӗçсӗр йывăç пекех» тема лекнӗ. Çухалса кайман вăл, тивӗçлӗн хӳтӗленӗ Тутарстан чысне. Тăрăшни сая кайман - çӗршывăн тӗп хулинчен чăваш хӗрачи 2-мӗш степеньлӗ дипломпа тата кубокпа таврăннă.
Линăн çӗнтерӗвӗшӗн пурте савăнаççӗ - ашшӗпе амăшӗ Татьяна Васильевнăпа Вячеслав Владимирович Пилайкинсем те, вырăс чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Людмила Аркадьевна Тихонова та, юлташӗсем те, шкул коллективӗ те. |
Эпĕ – чăвашТелейлĕ эпĕ: чăвашла çыратăп,Çухалмĕ темĕнре эп çырнă хут.Мана вулатăр турккă та, арап та,Мана куçартăр вырăс та якут.Мăнаçлă эпĕ, чăвашла вулатăп.Ятарласах, тен, манăн чĕлхепеÇырнă Мустай Карим, Расул ГамзатовЧăваш та вырăс саспаллисемпе.Хаваслă эпĕ: чăвашла юрлатăп,Юхать ман сас çĕр çийĕпе ян-ян.Чăваш юррисене, тен, космосра таЮрланă Николаев Андриян.Талантлă эпĕ: чăвашла ташлатăп – Такмакласа тата ура хуçса.Надежда Павлована та чысланăТĕнче Турамăш вырăнне хурса.Апла пулсан мана çĕнеймĕ нишлĕх,Сиксе тапать хĕпĕртесе чĕре.Çак çĕр çине чăваш пулса килнишĕн,Атте-анне те Турă, тав сире.Çак йĕркесен авторĕ - Василий Сергеевич Антонов. Вăл - прозаик, поэт, драматург, Чăваш Республикин Профессиллĕ çыравçăсен тата Раççей Федераци Çыравçисен пĕрлешĕвĕсен пайташĕ, Фатих Карим ячĕллĕ поэзи премийĕн лауреачĕ. Пултаруллă перо ăсти январь уйăхĕн 24-мĕшĕнче 70 çул тултарчĕ. Василий Сергеевич чăвашла та, вырăсла та ирĕккĕн çырать. Унăн канăçсăр та хĕрÿллĕ чĕринчен тарăн шухăшлă эссе, туйăмлă сăвăсемпе сонетсем, чăн пурнăçа сăнлакан калавсемпе ĕнентерÿллĕ повеçсем шăранса тухаççĕ. Литература çÿпçине вăл 14 кĕнеке хума пултарчĕ. Типографинче черетлĕ тата тепĕр çĕнĕ кĕнеке кун çути курма хăй вăхăтне кĕтсе тăрать. Çавра юбилей çитнĕ май çырулăхри ĕçтеше, «Шуратăл» литпĕрлешĕвĕн хисеплĕ шурсухалне, Василий Сергеевич Антонова, хурçă пек çирĕп сывлăх, вăрăм-кун çул, пурнăçри телейшĕн янкăр уçă тÿпе, çăлкуç пек иксĕлми хавхалану сунатпăр. Сирĕн калемĕр малашне те чуна пырса тивмелли хайлавсем çуратсах тăтăр. Геннадий ЧЕЛПИР, çыравçă.
Унпа паллашнăранпа 30 ытла çул та иртрĕ ĕнтĕ. Астăватăп: 1988 çулхи декабрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче Авăркас район центрĕнче, Толбазăра, дубляжпа тухса тăракан “Çĕршыв çулĕ” хаçат редакцинче “Шуратăл” литпĕрлешĕвĕн анлă ларăвĕ иртнĕччĕ. Унта литпĕрлешÿ хастарĕсемпе Шупашкартан килсе çитнĕ Виталий Енĕш, Атнер Хусанкайпа Федор Мадуров та хутшăннăччĕ. Хамăрăн шуратăлçăсенчен ытларахăшне паллаттăмччĕ-ха. Пĕр 40 çул енне çывхарнă арçынна кăна, хут купăс тытнăскере, курма тивменччĕ. Паллашрăмăр. Çĕнĕ пĕлĕш Учалă хулинче пурăнать иккен. Василий Антонов ятлă. Чăвашла та, вырăсла та сăвă-калав хайлать. Пушă вăхăтра хут купăс алла тытать. Халĕ вулакансене çак авторпа кĕскен паллаштарасшăн.
В.С.Антонов Пушкăртстанри Мияки районне кĕрекен Çĕнĕ Хурамал ятлă ялта 1949 çулхи январь уйăхĕн 24-мĕшĕнче колхозниксен çемйинче тĕнчене килнĕ. Вырăнти вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Ĕпхÿри педучилищĕре пĕлÿ пухнă. Унтан Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх институтĕнче куçăн мар вĕреннĕ. Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. Çартан таврăнсан Учалăри шкулсенчен пĕринче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, хулари “Серп и молот” хаçатра корреспондент пулса ĕçленĕ. Шалти ĕçсен министерствин Учалăри пайĕнче те, хĕç-пăшаллă хуралта та тăрăшма тивнĕ ăна. Хăй юратнă ĕçсене улăштарма иртнĕ ĕмĕрхи 90-мĕш çулсенчи пăтрануллă вăхăтра ĕç укçи илейменни те хистенĕ пуль. Çемьере çитĕнекен хĕрпе ывăлне ура çине тăратмалла пулнă. Çак тĕл-пулу хыççăн пирĕн хушăра çыхăну татăлман темелле. Василий Сергеевич республикăн çурçĕр-хĕвел тухăç енче вырнаçнă Учалăра пурăнатчĕ пулсан та, çул инçине пăхмасăр пирĕн литпĕрлешÿ ирттерекен мероприятисене хутшăнма мехел çитеретчĕ. Хам енчен ăна эп темиçе хут та Ĕпхÿ е Çтерлĕ енне куçма сĕннĕччĕ. 6-7 çул каярах Ĕпхÿ çывăхĕнчи Иглино район центрĕнче уйрăм çурт туянчĕ. Хăй тивĕçлĕ канура пулсан та ĕçсĕр лармасть ентешĕмĕр. Иглино районĕнчи Чăваш Кăпавӗ (Чуваш Кубово) ялĕнчи Культура çуртĕнче йĕркеленнĕ “Пилеш” чăваш ансамбльне ертсе пырать. Илемлĕх ертÿçи те, купăсçи те хăех. Вăл тăрăшнипех çак коллектив Халăх ушкăнĕ ята тивĕçнĕ те ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра В. Антонов 14 поэзипе проза, драматурги кĕнекисен авторĕ. 2003 çултанпа Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен, Раççей Писательсен союзĕсен пайташĕ. Çак статьяра унăн пултарулăхне тĕпчесе хаклас шут çук манăн. Ку - уйрăм калаçу. Унăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Чăвашла та, вырăсла та пĕр пекех ăнăçлă çырать вăл. Драматургире те самай палăрма ĕлкĕрчĕ. Кĕнекисене те ытларах хăй укçи-тенкипе кăларать. Пит лайăхчĕ те çав пулăшакансем пулсан, анчах пулăшма шантарнисем те хăйсен сăмахне тытмаççĕ. Пурпĕр пуç усмасть-ха пирĕн хастар юлташăмăр. Çыру сĕтелĕ çинче пайтах алçыру кĕнекен пичетленсе тухасса кĕтеççĕ.
Хамăрăн хастар ĕçтешĕмĕре юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Малашне те вулакансене тивĕçтерекен хайлавсемпе савăнтарасса шанатпăр. Çирĕп сывлăхпа вăй-хал сунатпăр.
Микул ИШИМБАЙ,
Пушкăртстанри “Шуратăл” литпĕрлешÿ правленин председателĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Пĕлĕтсенче питĕ пĕчĕк шыв тумламĕсем тусан пайĕсем çумне çыпçăнса шăнса ларнă хыççăн юр пулать. 0,1 мм калăпăшĕнчен пысăках мар пăр катăкĕсем аяла ӳкме тытăнаççĕ. Ӳкнĕ çемен вĕсем конденсацине пула пысăкланса пыраççĕ, ултă кĕтеслĕ юр пĕрчисем пулса тăраççĕ. Шыв молекулин ятарлă структурине пула 60° тата 120° кĕтессем кăна пулма пултараççĕ.
Юр пĕрчисемПравить
Юр перчин шура тĕсĕ шалта сывлăш пулнипе çыхăннă. Юр пĕрчи 95% сывлăшран тарать, çавăнпа та вăл вăраххăн ӳкет. Чи пысăк юр пĕрчи 12 см пысăкăш пулнă.
ЭтимологиПравить
"Юр" сăмах - чăваш чĕлхине мари чĕлхинчен кĕнĕ, туримари - "Юр" - "Çумăр" палăртат, хирти мари - "Йӱр" - "Çумăр", çавăнтан тепĕр чăваш сăмахĕ пулат "Йĕрÿ" - "Плакса". Пĕтĕм тĕрĕк чĕлхисенче "Кар" сăмах "Юр" палăртат. |
Раççей Шалти ĕçсен министерствин Пишпÿлек районĕнчи пайĕн дежурнăй чаçне çĕрлехи пĕрремĕш сехетре çырла пуçтарма кайнă Н. гражданин çухални çинчен пĕлтерÿ килнĕ. Пишпÿлек районĕнчи полици ĕçченĕсем тата 68-мĕш пушар чаçĕн çăлавçисем ăна çухалнă тăрăхра шыранă пулин те тупайман. Çĕрлехи вăхăтри шырав ĕçĕсене çумăр та, тĕтре те чăрмантарнă.
Ирхине хăрушлăх сигналне Пишпÿлек районĕнчи «Поиск людей» организацин ертÿçи Ильдар Купаев хуравланă. Вăл кĕске вăхăтра пĕр шухăшлисене пухнă, мĕншĕн тесен ун пек чухне кашни минут хаклă. Волонтерсен ушкăнĕ шырав ĕçне пуçланă. Шырав зонине палăртнă хыççăн тавралăха шыраса тухма пикеннĕ. Часах арçынна Пишпÿлекрен тăватă çухрăмра тупнă.
— Эпĕ çухалнă çынсене шырассипе ĕçлекен республикăн пĕрлешÿллĕ отрячĕн йышĕнче тапхăрлă вĕрентÿ иртетĕп, Чечен Республикин территоринче те вĕрентÿ иртрĕм. Эпир пурĕ те 66 çын тупрăмăр, шел пулин те, пурте чĕрĕ мар. Эпĕ хам та çичĕ çулта чухне çухалса кайнă, мана нумай çын шырама тухнă. Хале ĕнтĕ ултă çул тăршшĕ çухалнă çынсене шыратăп, — каласа парать Ильдар Купаев.
Çамрăксем Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалĕнче иккĕмĕш курсра вĕренеççĕ, пурте лайăх шутра. Хастарлă граждан позицине кăтартнăшăн Ильдар Купаева, Булат Бадретдинова, Владимир Петрова, Альфред Уканеева район администрацин тата Раççей Шалти ĕçсен министерствин Пишпÿлек районĕнчи пайĕн Тав çырăвĕсемпе палăртнă.
Сергей ИВАНОВ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
2017 ҫулхи раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Пĕрлехи Раҫҫей» политика партийĕн XVІІ съездĕнче тухса калаҫнă май Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ В.В. Путин Раҫҫее малалла ăнтăлса ҫĕнелме чĕнсе каларĕ, ҫĕнелӱ хальхи ачасемпе ҫамрăк ҫынсен пуласлăхĕпе тачă ҫыхăннине палăртрĕ. Президент шухăшĕпе, пуласлăх мĕнлерех ҫулпа каясси, ăнăҫу эпир кивви патне каялла таврăнма ҫук лару-тăру туса хума, ку е вăл чăрмава сирсе хăварма пултарнинчен, хальччен мĕн тунине упраса малалла аталантарма вăй ҫитернинчен килет.
В.В. Путин Раҫҫей аталанăвне пĕтĕмĕшлĕн курать, ăслăлахпа шкул малашлăха ертсе пыма тивĕҫлĕ иккенне палăртать, ҫапах манăн, чĕлхеҫĕ пулнă пирки, Президент каланине чăваш чĕлхине шкулта вĕрентессипе тачă ҫыхăнтарас, ыйтăва кĕреттĕн тишкерес килет паллах.
Паян кун чăваш чĕлхине эпир Федерацин патшалăх вĕренӱ стандартне (ФГОСа) пурнăҫланă май вĕрентсе пыратпăр. Стандарт –вĕренӱ планне кĕртнĕ нихăш предметран та пăрăнса иртме пултараймасть, вăл шутра чăваш чĕлхинчен те.
Шкулта ачасене унчченхи пек пĕлӱ панипе пĕрлех ку е вăл йывăрлăхран харпăр тĕллĕн е ушкăнпа тухма ханăхтармалла. Ҫавăнпа ачасен вĕренӱ ҫитĕнĕвĕ тесе чĕлхе факчĕсене палласа илнине кăна мар, фактсене танлаштарса пĕрешкеллĕхсемпе уйрăмлăхсене курма, пĕтĕмлетӱсем тума пултарнине те пăхмалла. Ку вара пĕлӱ тĕпчевпе ҫыхăнса пымалла тенине, вĕренӱре ăслăлăх принципĕ тĕп вырăнта тăмалла тенине пĕлтерет. Ку енчен хальхи вĕренӱ программи пире туллин ҫырлахтарать: ăна хальхи чĕлхе ăслăлăхĕн ҫитĕнĕвĕсене, И.А. Андреев профессор вĕрентĕвне тĕпе хурса ҫырнă. Тĕрĕк тĕнчи лайăх пĕлекен паллă профессор хăй вилчĕ пулин те – паян кун та программа авторĕ шутланать. Ҫĕнĕ программăпа килĕшӱллĕн шкулта чăваш чĕлхин хальччен шута илмен паллă уйрăмлăхĕсене вĕрентмелле: пуплев пайĕсем тулли тата тулли мар пĕлтерĕшлĕ пулни, пĕр пуплев пайĕ тепĕр пуплев пайĕ пĕлтерĕшĕпе ҫӱрени, падеж системине кĕмен ҫыхăну аффиксĕсем, сăмах вырăнĕнче ҫӱрекен сăмах майлашăвĕсем, предложенин хутшăнуран килекен тытăмĕ, сăмах майлашăвĕн интонацийĕ вырăсеннипе тӱр килменни тата ытти те.
Шел те, паян кун, ФГОСа туллин тытса пыма чăрмантаракан пулăмсем те ҫук мар. Акă пире халь усă куракан орфографие 1967-мĕш ҫулхи патне тавăрас шухăш хăратать.
1967-мĕш ҫулхи орфографие тепĕр хут чĕртсен шкулта чăваш чĕлхин чăн тытăмне кăтартма, ачасене чăваш чĕлхипе кăсăклантарса яма май пулмĕччĕ. 1967-мĕш ҫулхи орфографи чĕлхемĕрте пур сăмахсене курмăш тума хистетчĕ, вĕсемпе ачасене касăклантарса яма памастчĕ. Тĕслĕхрен, юланут (пĕрле) ҫыраттăмăр та чăваш чĕлхинче юлан сăмах та ут сăмах та пуррине асăрхамастăмăр. Тĕрĕссипе, юлан ут сăмах майлашăвĕ ҫинчен калаҫмалла: юлан «ҫул ҫӱремелли, ҫул ҫӱрекен» пĕлтерĕшлĕ, ут – «лаша». Уйрăм ҫырни ачасен пуҫĕнче: «Юлан тени мĕн тени? Ут тени мĕн?» – текен шухăш ҫуратма тивĕҫ. Ула такка сăмах майлашăвĕ: «Ку сăмах майлашăвĕ глагол майлашăвĕ-ши? Ула паллă ячĕ глагола ăнлантараять-шим?» – йышши ыйтусем патне илсе пымалла. Пĕрле ҫырнăран кун ячĕсем мĕне пĕлтернĕ пирки калаҫаймастăмăр, ҫавăнпа пирĕн шăмат сăмах вырăссен суббота сăмахĕпе тăван пулнине те пĕлместĕмĕр, ачасене те калаймастăмăр. Уйрăм ҫырнипе: «Чăвашсен кун сăмах умĕнче тăракан тунти, ытлари, юн, кĕҫнерни, эрне, шăмат, вырсарни сăмахĕсем ăҫтан пулса кайнă? Пĕлтерĕшĕсене пĕлесчĕ», – текен шухăш ҫуралмалла. Тутар чĕлхипе танлаштарма пĕлекен ача чăвашсем ар ҫын, хĕр ача тени тутарсем ир кеше, кыз бала тенипе тӱр килнине курмалла. Шур кут, пăра самса, вут хӱре кайăк ячĕсем, хĕрлĕ куҫ, хĕрлĕ ҫунат пулă ячĕсем куҫăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмах майлашăвсем пулнине, ку пĕлтерĕш синекдоха ҫинче никĕсленсе тăнине ăнланмалла. Ачасем чăваш чĕлхишĕн ăнлава сăмах майлашăвĕпе палăртас туртăм кăтартуллă пулнине (йытă ҫури – щенок, ирхи апат – завтрак, каҫхи апат – ужин, алса тулĕ – рукавицы, сĕрме купăс – скрипка, аслатиллĕ ҫумăр – гроза, йĕлтĕр йĕрĕ – лыжня; илсе кил – принести, ҫырса хур – напиши, ҫитĕнсе ҫит – вырастить) асăрхама тивĕҫ.
Кивĕ орфографие чĕртсе тăратас пулсан хĕрача (пĕрле), ывăл ача, хĕр пултăр, ывăл пултăр, хĕр ерчĕн, ывăл ерчĕн (уйрăм); саспалли (пĕрле), пĕчĕк йытă палли («собачка»), пусăм палли, чарăну палли, ыйту палли, кăшкăру палли (уйрăм) ҫырма тивĕччĕ. Йĕм тĕп (П. Хусанкай), кайăк чÿк (Хв. Уяр), така какай (А. Талвир), Макар арăм (уйрăм) çырнă çĕрте çĕр мамăк, уткăшкар, сакай, шурăмпуç, çулпуç (пĕрле) çырни те килĕшÿллĕ мар. Танлаштарăр: йĕм тĕпĕ, кайăк чÿкĕ, така какайĕ, Макар арăмĕ, çĕр мамăкĕ, ут кăшкарĕ, сак айĕ, шурăм пуçĕ, çул пуçĕ; Муркаш район администрацийĕ – Муркаш районĕ.
Икĕ тĕрлĕ ҫырнинче нимле ăслăлах принципĕ те, нимле логика та ҫук. Кивви патне туртакансем икĕ вариантлă орфографирен хăтăлатпăр теççĕ, анчах унчченхи хирĕçулĕхе курмаççĕ. Хирĕçуллĕ ан пултăр тесен – словарьте икĕ вариантпа çырнă сăмах майлашăвĕсене уйрăм çырма килĕшес пулать. Пĕрле çырнă варианта пăрахăçлама хăюлăх кăна кирлĕ. Чăнах та, пичет çыннисем ниме пăхмасăр ял хуçалăх, ĕç çынни (уйрăм) çырма пуçларĕç. Çак туртăма ырламалла, малалла аталантармалла.
Ҫĕнĕ стандарт тăрăх вĕренекен ача, паллах, орфографи хирĕҫĕвне курмасăр, ăна пула чăваш чĕлхишĕн кулянмасăр е тарăхмасăр тăрас ҫук. Ача чăваш чĕлхин орфографийĕ хирĕçÿллĕ тесе, аслисем пек, власть органĕсене çыру çырма тавçăраймĕ. Çитменнине, вăхăт та тупаймĕ. Çавăнпа та – чĕлхене ăслăлăх вĕрентнĕ пек кăтартасси шкул тивĕçĕ.
Вĕрентекенĕн те, вĕренӱ кĕнеки ҫыраканăн та ĕҫре кансĕрлĕх туйса пурăнмалла мар – сăмаха сăмах теме, мăшар сăмаха мăшăр сăмах теме, сăмах майлашăвне сăмах майлашăвĕ теме ирĕк пулмалла. Чăваш чĕлхин тытăмне тĕрĕс кăтартакан ҫыру ачасене словарьсемпе пĕлкĕчсене уҫса пăхма, ыйту тупсăмне тĕпчев ĕҫĕсенче, Интернетра шырама чĕнекен вăй пулмалла. Ачасене тăван чĕлхемĕртен пистерес марччĕ, кашни ҫамрăкăн нумай пĕлес, чăваш халăхĕн чĕлхине, культурипе историне юратас кăмăлне ӱстересчĕ. «Чĕлхе – халăх пурнăҫĕ, халăх шухăшĕ, халăх философийĕ. Эпир хамăр чĕлхене мĕн чул аван пĕлетпĕр, ҫавăн чухлĕ пурнăҫне те аван пĕлетпĕр», – тесе Тимухха Хĕветĕрĕ ахальтен каламан (Тимухха Хĕветĕрĕ. Кун ячĕсем// «Ӗҫлекенсен сасси», 1924. – 10 (24 №). – 31 – 32 с.).
Чĕлхе тенĕрен, В.В. Путин 2018 ҫулхи кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнче сочиненисен «Пуласлăха ăнтăлакан Раҫҫей» ятпа ирттернĕ конкурсĕн ҫĕнтерӱҫисем умĕнче каланă тăрăх, чĕлхе наци тăвакан никĕс пулса тăрать; чĕлхене тĕпчекенсем шанчăклă специалистсем иккен, вĕсенчен пулăшу Президентăн та час-час ыйтма тивет. Ҫавăнпа, пирĕн шухăшпа, чăваш чĕлхин грамматикипе ҫыхăннă ыйтусене грамматист чĕлхеçĕсем, грамматикăна ăнланакан учительсем, шкул çинчен шухăшлакан писательсемпе журналистсем татса пама тивĕҫ.
Ҫапла вара, В.В. Путин пире малалла талпăнма, начарринчен татăклăн уйрăлса ҫĕнелме хистет, Раҫҫее ҫамрăклатассишĕн, пулас ăрусене аталану ҫулĕпе ярассишĕн тĕллевлĕ ĕҫлеме чĕнет, чĕлхе нацишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, ăна лайăх пĕлме тивĕҫ пуррине палăртать. Ҫакна тĕпе хурса пурăнасчĕ пурин те. Чăваш чĕлхине вĕрентнĕ чухне ҫĕнĕ юхăмсене сивлес марччĕ. |
ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрне укçа-тенкӗ енчен ăнăçлă пулать, ӗçлени тупăша ӳстерме пулăшӗ. Харпăр бизнес пуррисен кашни утăма шутласа тумалла, йăнăшсан çухатусем те пулӗç. Укçăра куçман пурлăха хывас тесен лайăхрах вăхăта кӗтӗр. Творчествăпа ӗçлекенсен çак тапхăрпа пӗлӳпе пултарулăх шайне ӳстерессишӗн усă курмалла. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Çак тапхăрта питӗ...
ТАКА 21.III - 20.IV
Ку эрне укçа-тенкӗ енчен ăнăçлă пулать, ӗçлени тупăша ӳстерме пулăшӗ. Харпăр бизнес пуррисен кашни утăма шутласа тумалла, йăнăшсан çухатусем те пулӗç. Укçăра куçман пурлăха хывас тесен лайăхрах вăхăта кӗтӗр. Творчествăпа ӗçлекенсен çак тапхăрпа пӗлӳпе пултарулăх шайне ӳстерессишӗн усă курмалла.
ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Çак тапхăрта питӗ активлă пулатăр - вăй-халăрпа кирлӗ çӗрте усă курма пӗлӗр. Вăхăтăра кирлӗ мар ӗçсемпе пуш калаçусем çине ямалла мар. Калаçма пӗлнине кура ку эрнере усăллă паллашусем пулӗç. Тӗп ӗçсене тимлӗх уйăрни стрессемпе хӗвӗшӳрен сыхласа хăварӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Çак кунсенче творчествăлла е романтикăлла пӗрлешӳ йӗркелесе тӗрев тупатăр. Юратнă çынпа çулçӳреве тухни усăллă пулӗ. Анчах хутшăнусене ытлашши илемлетме кирлӗ мар, писме пултаратăр. Укçа-тенкӗпе асăрхануллăрах пулăр, шулӗксен аллине çакланма пултаратăр.
РАК 22.VI - 22.VII
Çак тапхăрта ытлашши хӗрӳленсе шутламасăр хăтланатăр. Пӗр енчен, çак лару-тăрура йăлăхтарнинчен, киввинчен хăтăлма май пур, тепӗр енчен, кăра шухăшсем пурнăçăра лайăх мар енне улăштарма пултараççӗ. Пуринчен ытла халӗ йăлăхтарса çитернӗ хутшăнусене татма меллӗ, çӗннисене вара пуçламалла мар.
АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Тинех вăй-хал туйса хăвăра алла илетӗр, йывăрлăхсене çӗнтеретӗр. Çутçанталăк сире айванрах сывлăхпа тивӗçтернӗ-тӗк сыхланмалла, тахçанхи чирсем вăранма пултараççӗ: чӗрене, пуçпа куçа упрамалла. Каннă е спортпа аппаланнă чухне ыраттарма пултаратăр. Ӗçре пысăк улшăнусем пулмӗç.
ХӖР 24.VIII - 23. IX
Çак тапхăрта сывлăх пит аванах мар, вăй-хал та сахалрах. Психосоматика, нерв чирӗсем тапранма пултараççӗ е куçăхтарӗç. Эндокринпа лимфа системисем черчен. Ӗçре те асăрхануллă пулăр, аманас хăрушлăх пур. Канмаллисене çемьепе, юлташсемпе ирттерме тăрăшăр.
ТАРАСА 24.IX - 23.X
Ку эрне стабильлӗ мар, правур пулатăр, анчах вăй-хал хăвăрт йăшать. Ӗçре час ывăнатăр, тарăхатăр. Сывлав тата чӗре системисем черчен, юн пусăмӗ улшăнса тăни аптратма пултарать. Çул çинче асăрхануллăх кирлӗ. Лăпкă лару-тăрура канма тăрăшăр.
СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Çак тапхăр сирӗншӗн ырă пулӗ, вăй-хал туллиех, сывлăх та аптрамасть. Шăмă сыпписемпе шăл сурма пултараççӗ. Кальци ӗçме тытăнсан юрать. Апат-çимӗç тӗрлӗрен пулмалла, сывă пурнăç йӗркине тытса пыма тăрăшăр. Ӗçре çӗнӗ плансем тусан аван.
УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Ку эрнере укçа-тенкӗ ыйтăвӗсем мала тухаççӗ, ачасем, юратнă çын валли парне илес килӗ. Искусствăпа интересленме пуçланине пула та тăкакланма тивӗ. Сирӗн тупăш ӗçри пултарулăхсăр пуçне пуçлăхсен кăмăлӗнчен те килет. Кирлӗ ӗçсене эрне вӗçне хăварсан лайăхрах.
ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Çак тапхăрта пуйма пулмӗ, анчах перекетлӗ, пуçлăхсемпе лайăх пулсан пурлăхăра малтанхи шайра упраса хăварма пулӗ. Кулянма кирлӗ мар, этем психологине, çынпа калаçма пӗлни нумай усă кӳрӗ. Тӗллевсемпе харпăр шухăшсене никама та пӗлтермелле мар.
ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Ку эрнере укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ çирӗп мар, çӗнӗ ӗç шырани те ăнăçсăр пулӗ. Пӗлменлӗхпе, ултавпа пӗрле кӗтмен ăнăçу та пулӗ. Сăмахран, кампа-тăр паллашни малашлăхшăн усăллă пулӗ. Коммуникаци системипе, транспортпа çыхăннă е интернетри ӗç ăнать.
ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Çак тапхăрта пӗтӗм вăй-халăра ӗçре çитӗнӳ туса тупăш илесси çине яратăр, усăллă çыхăнусем шыратăр. Профессири çитӗнӳсемшӗн конкуренци кӗрешӗвне пуçлатăр. Сире асăрхаççех. Укçа-тенкӗ енчен çитӗнӳ тăвас тесен нумай ӗçлеме, ӗçе тӗрӗс йӗркелеме вӗренме тивет. |
7621 Ташла пӗлекене пӗр хӑма та ҫитет, ташла пӗлмен ҫынна петӗм урай хӑми те ҫитмен. Пӗлӳ — Пӗлменлӗх
24 Пӗр тӗнче пӗтет, тепӗр тӗнче тухать. Ку тӗнче — леш тӗнче
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх
3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ
2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке
1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан
1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла |
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх
3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ
2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке
1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан
1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла |
П.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче вĕренекенсем çак куна питĕ кĕтрĕç. Кашнинех хăйĕн рейтингне, хăш вырăна йышăннине, мӗнле парнене тивӗçнине пĕлес килчĕ. Вĕренÿре хастаррисен шанчăкĕсем тÿрре тухрĕç. Вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕ вĕсене Прасковья Коринăн премине парса чысларĕ.
Зал пăлханнине кура, чылайăшĕ çĕнтерÿçĕсем камсем пулассине малтанах пĕлсе тăнă тейĕн.
- Парнесене тивĕçнисен хушшинче - талантлă вĕренекенсем, - палăртрĕ Иван Тарасов шкул директорĕ. - Мĕн вăл пысăк талант тени? Чăн малтан вăл - пĕлÿ тĕнчине (ÿкерес, вулас, ташлас, музыка енĕпе) ăнкарни тата хушнă ĕçе творчество туйăмĕпе пурнăçлани, яваплă, тÿсĕмлĕ, хастар, çирĕп тĕллевлĕ пулни.
Акă фанфара сассипе Олег Федорова Гран-припе чысларĕç. Çак хисепе вăл иккĕмĕш çул тивĕçет ĕнтĕ. 1 степеньлĕ диплома тата Прасковья Коринăн премине вĕренÿре, ĕçре хастар Анна Михайлова, Агата Михайлова, Аделя Исалиева, Мария Погодина тивĕçрĕç. Иккĕмĕш степеньлĕ диплом Ксения Борисовăна, Вероника Никитинăна, Илья Никитина, Никита Кузьмина, Мария Новоселовăна лекрĕ. Виççĕмĕшне Булат Ахмедьянова, Павел Егорова, Юлия Федоровăна, Анастасия Кузнецовăна, Алсу Шаеховăна пачĕç. Вун пилĕк вĕренекен Тав çырăвне тивĕçрĕç, тантăшĕсем вĕсене тăвăллăн алă çупса саламларĕç.
Яланхи пекех вĕренÿ çулне вĕçлесе пулас ÿнерçĕсем, краеведсем, алă ăстисем, инженерсем, юрăçăсем, ташăçăсем, педагогсемпе нумай чĕлхе пĕлекенсем çулталăк тăршшĕпе туптанă пултарулăхĕсене кăтартса пачĕç. Галина Кириллова, Вера Тарасова, Эльвира Михайлова, Любовь Пашина, Анна Алексеева, Олеся Дмитриева, Екатерина Емельянова, Ирина Андреева, Петр Петров вĕрентекенсем тыткăна илекен мастер-классем ирттерчĕç.
Андрей АЛЕКСЕЕВ.
Ĕпхÿ хули.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Рушана хăйĕн пултарулăхĕпе Аургазă районне тата Пушкăртстан республикине пĕтĕм Российăра паллă туса хучĕ.
Унăн юррисене уйрăмах çамрăксем килĕштереççĕ, музыка критикĕсем те лайăх хак параççĕ.
Пултарулăх çулĕ çинчи çитĕнÿсемшĕн ашшĕ-амăшĕ те, вĕрентекенĕсем те, тус-юлташĕсем те чунтан савăнаççĕ.
Акă унăн фаначĕсемшĕн савăнăçлă хыпар - сентябрĕн 29-мĕшĕнче Уфа хулинчи „Башкортостан” государство концерт залĕнче унăн концерчĕ пулать.
Концерта унпа пĕрле Сергей Мушта, Евгений Неваленный тата Артур Валиев хутшăнаççĕ.
Билетсем çакăнта туянмалла: https://iframeab-pre2072.intickets.ru/node/11127439
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать |
Вырăс чӗлхин илемне тӗнче шайне çӗкленӗ поэт Александр Сергеевич Пушкин çуралнă кун, июнӗн 6-мӗшӗнче пирӗн çӗршывра поэзи кунӗсем иртеççӗ. Хусанти литературăна кăмăллакансем А.С.Пушкин палăкӗ умне пухăнчӗç çак кун. Ун умӗнче сăвăсем вуларӗç, поэзи пӗлтерӗшӗ çинчен калаçрӗç. Пăва районӗнчи Пӳркелӗнче те вырăнти ЧНКЦ-н тахçанах палăртса хунă мерпориятийӗ - сăвă кунӗ иртрӗ....
❮
❯
Вырăс чӗлхин илемне тӗнче шайне çӗкленӗ поэт Александр Сергеевич Пушкин çуралнă кун, июнӗн 6-мӗшӗнче пирӗн çӗршывра поэзи кунӗсем иртеççӗ. Хусанти литературăна кăмăллакансем А.С.Пушкин палăкӗ умне пухăнчӗç çак кун. Ун умӗнче сăвăсем вуларӗç, поэзи пӗлтерӗшӗ çинчен калаçрӗç. Пăва районӗнчи Пӳркелӗнче те вырăнти ЧНКЦ-н тахçанах палăртса хунă мерпориятийӗ - сăвă кунӗ иртрӗ.
Ăна йӗркелекенсенчен пӗри, вырăнти библиотека заведующийӗ Е.Хлынова пӗлетрнӗ тăрăх, уява виçӗ чӗлхепе ирттернӗ: вырăсла, чăвашла, тутарла. Сăвăçсен праçникне И.Юркин музейӗн картишӗнче уявланă. Унта Тăхăрьялăн чăваш поэчӗсем кăна мар, тутарсемпе вырăсла сăвă çыракансем те пухăннă. Çапла хисеплӗ хăнасен хушшинче А.Никаноровăна, Н.Зимина, А.Тимофеева, А.Малышева, Н.Дворова, Е.Афанасьева тата ыттисене курма пулнă. Президиумра ларакансен умӗнче А.Пушкин, Г.Тукай тата К.Иванов портречӗсене вырнаçтарни, хыçӗнче Пăва районӗнчи сăвăçсен сăнӗсем çакăнса тăни уява хăйне евӗрлӗ хавхаланулăх сӗмӗ кӗртнӗ. Каникулти ачасем телей кайăкӗн палăкӗ умӗнче сăвăсем вуланисӗр пуçне сӗрме купăс та каласа кăртартнă. Çак уявра алă вӗççӗн çырнă «Тăхăрьял» альманахăн черетлӗ номерне презентациленӗ. Унта «Ялав» хаçат страницисем çинчен кая пӗлмен паллă сăвăçсен хайлавӗсем кăна мар, таврари ялсенче пурăнакан ахаль çынсен, шкул ачисен сăввисем те кӗнӗ.
Альманаха пухса хатӗрлекен А.Малышев сăмахӗсем тăрăх, сăвă пуххи хатӗрлени çинчен сăмах тухсан унăн пачах кӗтмен çынсен алçырăвӗсемпе паллашма тӳр килнӗ. «Хăш чух вăл çын сăвă çырма пултарать тесе те шутламастăн. Çав вăхăтра вăл тарăн шухăшлă философилле произведенисем шăрçалать иккен, - тенӗ Анатолий Меркурьевич тӗлӗннине тата савăннине пытармасăр. - Тăхăрьялта сăвă çыракансем пӗтмен иккен-ха, апла пулсан Поэзи кунне уявлакансем малашне те пулӗç». |
#нацпроектыБашкортостанаПĕлтĕр Пушкăртстанран ПР агропромышленность комплексĕн продукцине 103,9 млн долларлăх экспорта ăсатнă.
Çакă вăл 2018 çулхипе танлаштарсан, 27,6 млн доллар ытларах. Çакăн пирки республикăн Ялхуçалăх министерствин пресс-служби пĕлтерет.
«Уфимский селекционно-гибридный центр» ООО Раççейри чылай регионсене ăратлă сысна сутать. Нумай пулмасть унтан хăйсен продукцине Казахстана янă. Уфари СГЦ ĕçченĕсем каласа панă тăрăх, Казахстана малашне те сысна сутасси çинчен калаçса татăлнă.
Экспорт тĕлĕшпе ыйтăва иртнĕ çул вĕçĕнче илсе пынă. Уфари СГЦ представителĕсем Казахстан Республикин предприятисемпе ассоциацисен ертÿçисемпе тĕл пулнă. Асăннă ĕçлĕ калаçăва «Международная кооперация и экспорт» наци проекчĕн йĕркипе илсе пыраççĕ. Центр Благовар районĕнче вырнаçнă. Вĕсене экспорт ĕçне илсе пыма ПР Ялхуçалăх министерстви, Россельхознадзор ветеринарипе территори управленийĕ пулăшать. Пĕрлехи ĕçе пула 2018 çултан продукцине Кыргызстана илсе каяççĕ.
Кăçалхи плансен шутĕнче — 455 пин США долларлăх 350 тонна ытла продукци экспортласси.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Эрне хушшинче Пушкăртстанра пуринчен ытла пахча çимĕç хаклăланнă. Тĕслĕхрен, помидор хакĕ 13,5 процента ÿснĕ, унăн хакĕ килограмшăн вăтамран 90 тенке çитнĕ, пĕлтерет Башстат.
Пуçлă сухан хакĕ 5,1 процента ÿснĕ, халĕ килограммĕ 20 тенкĕ тăрать.
Виççĕмĕш вырăнта карамель — эрне хушшинче унăн хакĕ 3,9 процента ÿснĕ — килограмĕ вăтамран 206 тенкĕпе танлашать.
Республикăра хакĕ ÿснĕ апат-çимĕçсен списокĕнче çурма тĕтĕмленĕ тата пĕçрнĕ-тĕтĕмленĕ кăлпасси, ĕне выльăх какайĕ, маргарин, сырсем, çăмарта, печени, тăвар, ыраш çăнăхĕнчен тата ырашпа тулă çăнăхĕнчен хутăш пĕçернĕ çăкăр, рис, хуратул кĕрпи, вермишель, макарон, улма тата купăста. Эрне хушшинче вĕсен хакĕсем 0,2—2 процента ÿснĕ.
Регионта сахăр тата вир кĕрпи пуринчен ытла йÿнелнĕ — эрнере вĕсен хакĕсем 2,8 тата 2,7 процента кемнĕ. Пушкăртстанра сахăр килограмĕ халĕ вăтамран 30 тенкĕ, вир кĕрпи — 66 тенкĕ.
Республикăра сысна, сурăх тата чăх какайĕ, сосиски, сардельки, пĕçернĕ кăлпасси, какай консервисем, шăнтнă пулă, услам тата хĕвелçаврăнăш çăвĕ, хăйма, тăпăрчă, шăккалат канфичĕ, чей, çăнăх, кишĕр, хăяр тата панулми хакĕсем 0,01—2,5 процента кемнĕ, палăртнă статистиксем.
Олег Яровикован сăнÿкерчĕкĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Ардеш (франц. Ardèche) — Францин тĕп облаçĕнчи кăнтăр енче вырнаçнă, Рона — Альп регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 07. Администрациĕ Прива хулинче вырнаçнă. Халах йышĕ 286 пин (1999) çын.
ГеографиПравить
Департамент лаптăкĕ 5 529 км² танлашать. Департамент сăртлă-туллă, Рона юханшывăн анăç енче вырнаçнă.
Департамент шутне 3 округ, 33 кантон тата 339 коммуна кĕреççĕ.
ИсториПравить
Ардеш — 1790 çулхи пуш уйăхĕнче чи пĕрремеш йĕркеленĕ департаментсем шутне кĕрет. Виваре провинци çĕрĕсем çинче йĕркеленнĕ. |
Ял пурнăçне сӳнме парас мар, ăна пур енлĕн аталантарас тĕллевпе Чăваш Енри агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсем пысăк ĕç тăваççĕ. Вĕсем истори йăли-йĕркисене упраса хăварас, çамрăк ăрăвăн патриотизм туйăмне, гражданла хастарлăхне ӳстерес енĕпе те вăй хураççĕ. Тĕрлĕ ыйтăва ветерансем Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа йĕркеленĕ тĕл пулура сÿтсе яврĕç.
Иртнине пĕтĕмлетме, малашлăха палăртма. Шăпах çак тĕллевсемпе ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç тытăмĕнче тăрăшакансен уявĕ умĕн Чăваш Енри агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен çулсеренех республика ертӳçипе, Олег Николаевпа тĕл пулаççĕ. «Шур сухалсем» кăçал та сахал мар ырă ĕç тунă. Вĕсенчен пĕри ентешсене халалланă кĕнекене анлăлатма шухăшлани.
АЛЕКСАНДР САМЫЛКИН: «Эпир малтан хамăр союз, ял хуçалăх министерстви пĕрле ĕнтĕ кĕнеке кăларнăччĕ, «Энциклопедия агропромышленного комплекса».Çав эциклопедине пирĕн пур ветерансем те кĕреймерĕç. Халĕ çавна шута илсе ял хуçалăх министерствипе пĕрле ĕнтĕ пирĕн ветерансен союзĕ çак кĕнекене кăларма шутларĕ, йышăну турĕ. Редакцин совечĕ пур. Халĕ материалсем хатĕрлетпĕр ĕнтĕ, паллă çынсене кĕртесшĕн».
Ялсенче çамрăксем сахал юлни, культура çурчĕсен алăкĕсем çинче çăрасем çакăнса тăни – ветерансене уйрăмах пăшăрхантарать. Яш-кĕрĕме, хулара пĕлӳ илнĕ хыççăн, тăван тăрăха каялла тавăрас тесен вĕсене çак тытăмпа кăсăклантарма пĕлмелле, шухăшлаççă ветерансем. Çак тĕлĕшпех шкул ачисемпе студенсене тĕрлĕ предприятие экскурсие илсе çӳреме те, агроклассенче ятарлă уроксем ирттерме те хатĕр.
– Çак тĕллеве лартнă, пĕтĕм техникумсене, колледжсене яла валли мĕнле профессисем кирлĕ, уйрăмах ял хуçалăх тытăмĕ валли чăн малтнах çавна валли хатĕрлемелле. Ял хуçалăхĕ валли кирлĕ çынсене илĕç, çавăнта вĕренсе тухса яла кайса ĕçлесшĕн çынсене малалла илмелле. Вĕсене хатĕрлеме тĕрлĕ енлĕ майсем туса паратпăр ĕнтĕ.
«Пĕр вăхăт çамрăксем ял хуçалăх тытăмне – сахал тупăш паракан ен пек йышăннă пулсан, халĕ вара вĕсен шухăшлавĕ самай улшăннă», – палăртрĕ Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Паллах, хальхи ăрăвăн тӳпи çĕнĕ технологисен аталанăвĕнче те аван курăнать.
ВАЛЕРИЙ ВЯЗОВ: «Çĕнĕлле ĕçлекен технологисем те кăмăла каяççĕ. Эпĕ хуçалăх ертӳçинче 12 çул ĕçленĕ çын та, ман хуçалăхра 40 ытла тракторччĕ, 15 комбайнччĕ, вĕсемпе танлаштарсан паянхи комбайнсем, паллах, вĕсем питĕ вăйлă. 15 комбайна паян 2 комбайн та çав сĕрсе, пуçтарса кĕртме май парать, тракторсем те çавăн пекех, питĕ хăватлă тракторсем». |
Хĕрĕх пиллĕкĕшĕ «Хĕвел» çуллахи кану лагерьте канма, савăнма сывлăха çирĕплетме килчĕç, çирĕммĕшĕ - шкул территорине тирпей-илем кÿме. Пĕрремĕш смена «Тĕнче тавра» ятпа иртрĕ. Ачасем кашни кунах тĕрлĕрен çĕршывсене «çитсе курчĕç», вĕсен йăлисемпе, кĕввипе, паллă вырăнĕсемпе, çыннисемпе паллашрĕç.
Лагерь уçнине пĕлтерекен ялава çĕклесен, ачасен кăмăлĕсем хавхаланчĕç. Çулçÿреве ачасем Раççейрен пуçларĕç. Шăпах çав кун А.С.Пушкин çуралнă кунччĕ. Çак паллă поэтăн хайлавĕсем тăрăх ачасем викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, унăн сăввисене каласа савăнтарчĕç, юмахĕсем тăрăх ÿкерчĕксем туса парнесем илме тивĕçлĕ пулчĕç. «Урал Батыр» ЦНК ĕçченĕсем ачасемпе «Пукане театрĕ» мастер-класс ирттерчĕç, юмах кăтартса пачĕç. Пелепейри ачасен библиотекин ĕçченĕсем А.С. Пушкин çинчен кăсăк тĕлпулу йĕркелерĕç. Иккĕмĕш çĕршыв Греци пулчĕ. Унăн историйĕпе паллашнă хыççăн ачасем пĕчĕк олимпиада ирттерчĕç, çĕнтерÿçĕсем медальлĕ пулчĕç. Малалли çулçÿрев Африка, Инди, Америка, Франци, Итали çĕршывĕсем тăрăх пулчĕ. Смена вĕçĕнче пурте каялла хамăр çĕршыва, тăван республикăна таврăнчĕç. Кану кунĕсем ачасен тавракурăмне анлăлатрĕç, сывлăхне çирĕплетрĕç, пĕр-пĕринпе çывăхрах туслашма та пулăшрĕç.
Полина КИРИЛОВА,
Пелепейри чăваш гимназин директор çумĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
( Константин Малышев.Автор сăнӳкерчӗкӗ). Раççейре арçынсем вăрах пурăнма тытăнни нумай та мар-ха. Ельцин вăхăтӗнче кăна ар пурнăçӗн вăтам çулӗ 58-па танлашатчӗ, пайтахăшӗ пенсие те тухаймастчӗ. 2015 çулта вара арçынсем вăтамран илсен 71 çултан иртме тытăнчӗç. Специалистсем çакна медицина тивӗçтерӗвӗ лайăхланнипе, апат-çимӗç ассортименчӗ пуянланнипе, пӗтӗмӗшле илсен - пурнăç аванланнипе çыхăнтараççӗ. Хăшне-пӗрне...
❮
❯
( Константин Малышев.Автор сăнӳкерчӗкӗ). Раççейре арçынсем вăрах пурăнма тытăнни нумай та мар-ха. Ельцин вăхăтӗнче кăна ар пурнăçӗн вăтам çулӗ 58-па танлашатчӗ, пайтахăшӗ пенсие те тухаймастчӗ. 2015 çулта вара арçынсем вăтамран илсен 71 çултан иртме тытăнчӗç. Специалистсем çакна медицина тивӗçтерӗвӗ лайăхланнипе, апат-çимӗç ассортименчӗ пуянланнипе, пӗтӗмӗшле илсен - пурнăç аванланнипе çыхăнтараççӗ. Хăшне-пӗрне ӗненес те килмест, анчах та статистика тӳрккес япала. Ун тăрăхах çын ӗмӗрӗн вăрăмлăхӗ çине экологи 15 процент таранччен витӗм кӳрет, медицина - 20, ашшӗ-амăшӗн сывлăхӗ çирӗп пулни - 15 процент таран. Этем хăй мӗнлерех пурăнни вара çак йӗркере 50 процент йышăнать.
Çитмӗле çитсен кам-тăр пурнăçне тӗпрен пăхса тухса мемуар çырма ларать, кам-тăр мăнукӗсене пурнăçа вӗрентме пикенет, тепри утар тытма тытăнать, тепре авланакансем те пур. Ӗçкӗпе иртӗнекенсем çукпа пӗрех çак çула çитнисен хушшинче, «юна шӗветмелӗх аранçă» кăна, мӗншӗн тесен пурнăçа çитмӗлте те тулли те илемлӗ тума пулать.
СЛЕСАРЬТЕ
Хусан çывăхӗнчи Залесный поселокӗнче пурăнакан Николай Губанов та ватлăхне тулли пурнăçпа пурăнма тăрăшать. Вăл 1947 çулхи, çитмӗлтисен шутне çак уйăхра кăна кӗнӗ-ха. Апла пулин те журналистсене каласа памалли мучи лаççинче çителӗклех. Çапах, тахçанах асатте тата кукаçей ятне илтнӗ пулсан та, ăна ватă теме çук-ха. Тӗп хулара пурăнма тытăнни те пайтах пулать, ӗçӗ те çăмăлли пулман. Ватлăха вара хăйӗнчен хăвалать те хăвалать Губанов юлташ.
Унăн биографийӗ 60-мӗш çулсенче хула пурнăçӗ çинчен ӗмӗтленнӗ çамрăксенчен ытла уйрăлса тăман-тăр. Хусанти 2-мӗш ГПТУра автослесаре вӗренсе тухсан çара каять. Белоруссире хӗсметре тăрать. Строительство батальонӗнче 3 çул çуртсем çӗклет. Çартан таврăнсан çул-йӗр техникумне пӗтерет те «Казаньстройтрансăн» автогаражӗнче слесарь карьерине малалла тăсать. Хусанти стройкăсене грузовиксемпе тивӗçтерсе тăракан организацин 500 йывăр тиевлӗ машина пулнă. Пурте тенӗ пекех карбюраторлисем: «ЗиЛ», «Газ». 60 çын пăхса тăнă вӗсене. Николай Губанов ходовойсене тӗрӗслесе тăнă. Руль управленийӗ, тормоз системи, коробка, сцеплени, рессорсем тата. Ун чух чи тупма йывăр хушма пай шкворня пулнă. Ăна снабженецсем те тупайман. Кушкуй çамрăкӗ çухалса кайман. Дефицитлă запчаçе шырама кӳршӗллӗ автопреприятисен гаражӗсене çӳренӗ. Ун чухне слесарьсем пӗр-пӗрне пулăшма тăрăшнă: «Эсӗ шестерня паратăн - сана подшипник».
СТАЖ
5 çул слесарьте тăрăшнă хыççăн, 10 çул бригадирта ӗçленӗ, унтан механикре. Участок начальникӗ таран ӳснӗ. Веçех аван пек, анчах та отпуска май уйăхӗнче кăна янă автослесарьсене. Çӗршыва машинăсем çитмен, вырма вăхăтӗнче самосвалсем квота тăрăх районсенчи колхозсене саланнă. Вăл ылтăн вăхăтра грузовиксен çӗмӗрӗлсе ларма юрамасть, вӗсен сехет пек ӗçлемелле. Кунта вара пăхса тăраканран нумай килет. Сахал мар тимӗр хайăрма тивнӗ Теччӗ районӗнчи Кушкуйра çуралса ӳснӗ çыннăн та.
- 1978-79 çулсенчи хӗлле шартлама сивӗ тăчӗ, - аса илет Николай. - Çак вăхăтра машинăсен тормоз колодкисем сарăлаççӗ те, каялла пуçтарăнаймаççӗ. Тормоз барабанӗсем «çунатчӗç». Нушаланкаланă ӗнтӗ, унсăрăн мар.
Монголие çӗкленӗ çӗрте те ӗçлесе курнă Николай Губанов. «Медьмолибденстрой» предприятире хăйӗн специальноçӗпе тăрăшать. Монголсене ӗçлеме вӗрентнӗ.
Нумай çул Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă унăн сăнӗ. «Ӗç ветеранӗ» ята ăна вăхăт çитсен тӳрех параççӗ. 1993 çулта предприяти саланма пуçласан кăна кайнă ӗçрен.
ПЫЛПАЛА
50 çул ытла хула çывăхӗнче пурăнсан та, кунта йăва çавăрсан та пирӗн тӗп сăнар чăвашла тап-таса калаçать. Кунта «Сувар» хаçата çырăнса илсе вулани çеç мар, арăмӗ чăваш пулни те витӗм кӳрет пулмалла. Пулас мăшăрӗпе, кӳршӗллӗ ял хӗрӗпе Верăпа вăл Хусан - Пăрăнтăк пуйăсӗнче паллашать. Вӗсен иккӗшӗн те ашшӗсем утарçăсем пулнă, пӗр-пӗрне пӗлнӗ. Залесныйӗнче çурт лартаççӗ. Стройбатри опыт кирлӗ пулнă.
Юрату çимӗçӗ - 3 ача - асли ывăл, ун хыççăн икӗ хӗр. Губановсем ашшӗсен йăлине манман, хула çывăхӗнче пулсан та вӗлле усраççӗ. Кӳршисем кун пирки мӗн шутланине пӗлме май килмерӗ.
ФУТБОЛ
Пуринчен те ытларах ăна мăнукӗн Дмитрий Губановăн çитӗнӗвӗсем савăнтараççӗ. «Рубин» футбол командин çамрăксен йышӗнче вылякан çурма хӳтӗлекен Раççей çамрăксен сборнăйӗшӗн те выляса курчӗ кăçал. Ăна малтан ашшӗ карате секцине çыртарнă пулнă иккен, анчах Дима футбол енне туртăннă. Çак пысăк çитӗнӳ аслашшӗне кăна мар, мӗнпур тăван-пӗтенне хăпартлантарать, паллах. Залесныйӗнчи туса пӗтермен стадион Губановсен пахчи хыçӗнчех, унта футболла выляса ӳснӗ-çке Дмитрий, апла-тăк мăнукӗн спорт воспитанийӗнче аслă Губановăн витӗмӗ те пур.
- Эпир ача чухне хамăр та футболла выляттăмăр ялта, - аса илет Николай Ананьевич. - Кушкуй пысăках ял мар та, ачасем сахал марччӗ пирӗн. Çемьесенче 6-8 шăпăрлан. Пирӗн аннен 9 ача. Футбол командисем хăвăрт пухăнатчӗç. Астăватăп, 15-шер пус пуçтарса пӳске илнине. Мечӗклӗх укçа паманнисене выляттармастăмăрччӗ. Мӗншӗн тесен хăй вăй хумасăр илнӗ япалана этем перекетлемест.
Халӗ Николай Губанов питӗ хӗрӳллӗ болельщик. Çамрăк «Рубинăн» пӗр матчне те сиктермест. Çамрăксем аслисенчен лайăхрах выляççӗ тет вăл.
ХАЛЯЛЬ
Гаражра ӗçлеме чарăнсан Николай Ананьевич Ешӗлвар районӗнчи Турари хуçалăхра подсобник пулса ӗçлет. Унта вунă çула яхăн выльăх пусать. Ӗçе тӗплӗ те чыслă туса пынăран, пурăна киле кӳршӗре пурăнакан тутарсем те выльăх пусма чӗнме тытăнаççӗ ăна. Çапла ăста ячӗ ял тăрăх сарăлать, мăсăльман уявӗсенче те мечӗте сурăх пусма чӗнме тытăнаççӗ ăна. Алли çăмăл, выльăх час каçать. Залесныйӗнче пурте пӗр-пӗрне пӗлнӗрен, çак яплаларан тӗлӗнекен çук, хисеплеççӗ муллана пулăшакан Кушкуй чăвашне. Тӗн улăштарма никам та хистемест.
СЫВЛĂХ
Хăй çулӗнчен çамрăкрах курăнать Куля тете. Çакăн вăрттăнлăхӗ кăткăс мар. Кашни ир зарядкăран тытăнать унăн. Шкулта мӗнле вӗрентнӗ - çавăн пек. Вăрманпа туслă. Хӗлле йӗлтӗрпе уçăлса çӳрет, çулла çуран.
- Пурнăçпа кăмăллă пулмалла, шӳтлемелле тата кунсерен ӗçлемелле, - тет тахçанах пенсие тухнă арçын. - Килте ӗç çук-тăк, вăрмана каятăп, шăнма (кулать). Ун пек апат аван анать. Арман авăртсан - пурăнатпăр-ха! |
Тюмень облаçӗн наци ӗçӗсем енӗпе комитечӗ кăларакан «Национальные культуры региона» альманахăн 29-мӗш кăларăмне Тюмень тăрăхӗнчи чăвашсене халалланă. Редакци канашне Тюмень облаçӗнчи «Тăван» Чăвашсен ассоциацийӗ» обществăлла организацин президенчӗ И.Маслова та кӗнӗ-мӗн. 130 яхăн страницăллă альманахра Тюмень тăрăхӗнчи чăваш наципе культура пурнăçне, пултаруллă çыннисем çинчен туллин çутат
❮
❯
Тюмень облаçӗн наци ӗçӗсем енӗпе комитечӗ кăларакан «Национальные культуры региона» альманахăн 29-мӗш кăларăмне Тюмень тăрăхӗнчи чăвашсене халалланă. Редакци канашне Тюмень облаçӗнчи «Тăван» Чăвашсен ассоциацийӗ» обществăлла организацин президенчӗ И.Маслова та кӗнӗ-мӗн.
130 яхăн страницăллă альманахра Тюмень тăрăхӗнчи чăваш наципе культура пурнăçне, пултаруллă çыннисем çинчен туллин çутат |
Тӗлӗнмелле пуян культурăллă халăх эпир чăвашсем. Тутарстансем ку енчен тата та пуянрах. Авалхи несӗлсен Уяв, Учук, Хăят тата ытти йăлисене çӗнӗрен чӗртме пултартăмăр. Вӗсенче йăла пӗлтерӗшӗ пысăках мар пулсан та, пирӗн культура, истори. Кама леш енчи тӗне кӗмен чăвашсен «Учук» фестивалӗ хăй пӗр тӗлӗнтермӗш. Вăл июнӗн 24-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Патраклă...
❮
❯
Тӗлӗнмелле пуян культурăллă халăх эпир чăвашсем. Тутарстансем ку енчен тата та пуянрах. Авалхи несӗлсен Уяв, Учук, Хăят тата ытти йăлисене çӗнӗрен чӗртме пултартăмăр. Вӗсенче йăла пӗлтерӗшӗ пысăках мар пулсан та, пирӗн культура, истори.
Кама леш енчи тӗне кӗмен чăвашсен «Учук» фестивалӗ хăй пӗр тӗлӗнтермӗш. Вăл июнӗн 24-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Патраклă ялӗнче иртет. Учукăн тӗп йăлине ентешсем ирхине 6 сехетрех пуçлаççӗ. Урăхла каласан, выльăх пусса чӳк тăваççӗ. Учук пăттине пӗçерме пуçлаççӗ. 11-мӗш хут иртекен уçă фестивалӗн те программи анлă: «Патраклă ялӗн историйӗ» театрализациленӗ представлени, çулталăк çаврăнăшӗнчен килекен йăласене кăтартни, Учук пăттине çиесси, чăваш эстрада артисчӗсен концерчӗ. Кăмăл пуррисене пурне те килсе курма чӗнетпӗр! |
Кӳршӗ яла шкула чупнӑ чухне те, çырма пӑрӗ çинче шар хӑваланӑ самантсенче те - пӗчӗк Лёня шухӑшлама та пултарайман ӗнтӗ - хӑй хӑçан та пулин çӗр чӑмӑрӗ тавра чупас пулсан халиччен виçӗ-тӑватӑ çаврӑм тӑвасса. Ара, çулсерен вӑл виçӗ е тӑватӑ пин çухрӑм чупать çке! Тен, ытларах та. Вӑл - Анат...
Кӳршӗ яла шкула чупнӑ чухне те, çырма пӑрӗ çинче шар хӑваланӑ самантсенче те - пӗчӗк Лёня шухӑшлама та пултарайман ӗнтӗ - хӑй хӑçан та пулин çӗр чӑмӑрӗ тавра чупас пулсан халиччен виçӗ-тӑватӑ çаврӑм тӑвасса. Ара, çулсерен вӑл виçӗ е тӑватӑ пин çухрӑм чупать çке! Тен, ытларах та. Вӑл - Анат Кама хулинче пурӑнакан пултаруллӑ чӑваш, çӑмӑл атлетикӑри спортсмен Леонид Петров. Пенси çулӗсене çитсе тӗп ӗçӗнчен тивӗçлӗ канӑва кайса та лӑпланса лармасть-ха вӑл, тӗнче шайӗнчи амӑртусене хутшӑнмасӑр пӗртте юлмасть. Халӗ çеç Мускаври марафонран медальпе таврӑнчӗ, хӑй ӳсӗмӗнчи ветерансем хушшинче çӗнтернӗ!
Леонидӑн спортри çитӗнӗвӗсем çинчен туллинрех каласа париччен маларах ун кун-çулӗпе паллашар-ха. Лёня иртнӗ ӗмӗрӗн иккӗмӗш çурри пуçлансан Аксу районӗнчи Саврӑшпуç ялӗнче, колхоз ӗçченӗсен кил-йышӗнче çуралнӑ. Ашшӗ, Мишук, йывӑçпа ӗçлеме ӑста пулнӑ, таçта та ӗлкӗрсе пынӑ, пӗрлехи хуçалӑх валли те, ял-йышсем валли те çуна-урапа, катка-пичке туса панӑ. Таврари ялсенче пӗр маçтӑр! Пысӑкрах япаласемсӗр пуçне кулленхи ӑпӑр-тапӑрпа аппаланнӑ, кӗвенте, йӗке... ачасем валли çунашкасем, йӗлтӗрсем тунӑ. Лёня ача чухне ытларах çуран ӑмӑртса чупассине мар, йӗлтӗр çине тӑрса хӑвалама юратарах панӑ. Тӑваттӑмӗш класс хыççӑн вӑл кӳршӗ Савгачевори вӑтам шкула çӳресе ӑнӑçлӑ вӗçленӗ, малашне ӑмӑртас ӗмӗчӗсем тӗвӗленнӗ.
Салтак аттине тӑхӑнсан та, кулленхи пӗрпеклӗхпе, службӑри хусканусемпе çеç çырлахман, ытти юлташӗсем каннӑ чухне пӗчченех тухса кунсерен пилӗк çухрӑм чупма май тупнӑ.
Шӑпи Леонида 1978-мӗш çулта Анат Камӑ хулине илсе çитернӗ. Ку вӑхӑта вӑл шофёра вӗренсе тухса ӗçлесе те ӗлкӗрнӗ, хулара малтан автохуçалӑхра тӑрӑшнӑ, кӑшт каярахпа Бегишево аэропортӗнче водитель пулнӑ, мӗн пенси çулӗсене çитичченех пӑрахман çав ӗçе.
Çемье çавӑрса ача-пӑча ӳстернипе, тӗп ӗçе çӳренипе пӗрлех чупассине пӗртте манӑçа кӑларман, професионаллӑ спортсмен пулмасан та хулари, хула тулашӗнчи, тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнса Анат Кама чысне, Тутарстан, çӗршыв ятне хӳтӗленӗ. Чупас енӗпе рекод хыççӑн рекорд тунă, медаль хыççӑн медаль, ылтăн хыççăн кӗмӗл çӗнсе илнӗ, кубоксемпе парнесен, грамотӑсен шучӗ те çук, хума вырӑнӗ те юлман. Ачисене те, унӑн тӑватӑ ывӑл, пӗчӗкренех спорта явӑçтарнӑ. Пӗринче ачисемпе пӗрле Хусанти çурмамарафона хутшӑнса чапа тухнӑ. Тӳрех пиллӗкӗн, хӑй тата тӑватӑ ывӑл ачи те хутшӑннипе çеç мар (кӗçӗнни ун чухне çиччӗре çеç пулнӑ-ха), кӑтартнӑ пӗтӗмлетӳсемпе те - чупса тух-ха эсӗ хӑвӑн кил-йышупа 21 çухрӑм, çитменнине рекорд кӑтартса!
Анат Кама хулинче чупма юратакансен «Пчёлка» ятлӑ клубӗ пур. Шӑп çавӑнта çырӑннӑ та ӗнтӗ хӑй вӑхӑтӗнче Леонид Петров. Тренерӗсемпе, пӗр шухӑшлӑ çынсемпе килӗштерсе, туслă çыхӑнӑвне пӗртте татман. Анат Кама хулинче спортпа туслӑ çулсенче Лёньӑпа юнашар яланах юлташӗсем тата «Нефтехимик» спортклубăн тренерӗ Николай Фёдоров. Хӑйне «спорта юратакан» пек çеç кӑтартасшӑн пулин те, Леонид профессионаллӑ спорт шайӗнчи кӑтартусем тăвать. Тӗнчери, çӗршыври спорт çитӗнӗвӗсемпе кӑсӑклансах тӑрать, хӑй вӑхӑтӗнчи Олимп чемпионӗсен çитӗнӗвӗсенчен хӑш-пӗр енӗпе вырӑнти ӑмӑртусенче ирттернӗ те. Ара, Леонид тренировкăсене пӗрре те пӑрахса тӑман-çке. Халӗ те, ун патне шӑнкӑравларӑм та, тӳрех асӑрхаттарчӗ: «Кӑнтӑрла килте тупаймӑн мана». Пенси çулӗсене çитсен те вӑр-вар, лара-тӑра пӗлмен çын вӑл. Çемйипе те, тӑванӗсемпе те килӗштерсе пурӑнать, мӑнукӗсемшӗн те вӑхӑт уйӑрмаллах. Ир-ирех е çуран, е велосипедпа тухса вӗçтерет, пахчинче тӑрӑшать.
Пӗлетӗр-и эсир - Леонид Петров тӗнче шайӗнчи марафонсене аллӑ ытла хут хутшӑннӑ, килне пӗрре те парнесӗр таврӑнман. Халӗ ак Мускавра авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртнӗ марафонра вӑтӑр пин çын чупнӑ. Лёня хӑй маларах çырӑнса, ӳркенмесӗр, хӑй шучӗпе кайса килнӗ. Питӗ лайӑх кӑмӑлпа, уçӑ кулӑпа таврӑнчӗ. Сӑлтавӗ те пур: марафонӑн 42 çухрӑмне 3 сехет те 10 минутра чупса тухнӑ.
Пӗр хулара пурӑнатпӑр та, ӑна курмассерен чунӑм савӑнать вара. Туртмасть, ӗçмест. Вӑт çапла вӑл, Анат Кама чӑвашӗ, спортра тава тивӗçлӗскер.
Ют çӗршывсен чупу çулӗсенче те палӑрнӑ пирӗн Леонид. 2014 çулта Турцири Измир хулинче ветерансем хушшинче иртернӗ Европа шайӗнчи çӑмӑл атлетика чемпионатне Раççей сборнăйӗн шутӗнче хутшӑнса пиллӗкмӗш вырӑн çӗнсе илнӗ. Лёня питӗ шӑрӑх пулнипе чупăва чӑтма йывӑррине каласа парать, вӑл пӗрех парӑнман.
Яланхилле марафонсемсӗр пуçне Леонид экстремаллӑ мешехетсенчен те пӑрӑнман. Сӑмахран, хӑй аллӑ çулта чухне Питӗр хуличе ирттернӗ супермарафона хутшӑнса пӗр чарӑнми çӗр çухрăм чупса тухнӑ. Кӑтартнӑ вӑхӑчӗ тӑхӑр сехет те 35 минут, вырӑнӗ пӗрремӗш теçеткере пулнă. «Чарӑнмарӑмӑр та вӗт, - тет. - Сывлӑш çавӑрса шыв çеç сыпса илнӗ. Тата тепрехинче тӑварпа хура çӑкӑр çинӗ, ку ӗнтӗ талăкӗпех(!) чупма çырӑнсан. 24 сехет хушши пӗр чарăнмасăр чупнă-ха, 144 çухрӑма хыçне хӑварнӑ, çапах кӑмӑлсӑр саманчӗсем, хӑйӗнпе килӗшсех çитменнисем пур ятлă спортсменăн. «Эх, пӗрре çумӑр чашлаттарчӗ, вырӑнӗ-вырӑнӗпе чӗркуççи таран шывччӗ ...» - тет. |
Çемье çирĕп те тĕреклĕ, тирпейлĕ пуласси хĕрарăмран та чылай килет. Вăл кил-çурт илемĕ, пурнăçра хавхалану кỹрекенĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ырă тĕслĕхлĕ те хастар, кăтартуллă амăшĕсем сахал мар. Акă мĕн пĕлтерчĕ хаçат редакцине вĕсем пирки районти Хĕрарăмсен уйрăмĕн председателĕ Алена Горшкова:
- Хĕрарăм хĕвел те, уйăх та, çỹл тỹпери çăлтăр та теççĕ. Çакă тĕрĕсех. Пурнăç вĕсемсĕр илемлĕ мар. Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн районти уйрăмĕ паянхи куна 200 ытла ача амăшне пĕрлештерсе тăрать. Вĕсем хушшинче аслă ăрури çынсем те, çамрăксем те, нумай ачаллă амăшĕсем те пур. Пирĕн обществăлла организацинчех культура, вĕрентỹ, сывлăх сыхлавĕн работникĕсем, ял тăрăхĕсен специалисчĕсем те пур. Хĕрарăмсен канашĕн тĕп тĕллевĕ - ача амăшĕсене пурнăçра хавхалантарса пырасси, çемье чысне, хисепне, пĕлтерĕшне ỹстересси, культурăна, çемьери ырă йăла-йĕркене тăсса пырасси, çитĕнекен ăрăва пурнăçра аталанма тĕрĕс çул-йĕр кăтартасси тата ытти те. Хĕрарăмсен районти çак юхăмĕ паян çемьене малалла аталантарас, вĕсемпе тимлемелли социаллă проектсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе те сахал мар ĕçлесе пырать.
Акă, иккĕмĕш çул ĕнтĕ пирĕн районти централизациленĕ библиотекăра çамрăк мăшăрсен "СЕМЬЯ" клубĕ ĕçлет. Унта нумай ачаллă çемьесем çỹреççĕ, пысăк хастарлăх кăтартаççĕ: Абужаровсем, Ивановсем, Пузырьниковсем, Емиливсем, Ишмуратовсем тата ыттисем те.
Виçĕ çул каялла районти тĕп вулавăшрах Хĕрарăмсен канашĕн пуçарăвĕпе "БиблиоАННЕ" проекта йĕркелесе ятăмăр. Ăна Ольга Моисеева библиограф йĕркелесе пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ - амăшĕсене пурнăçри йывăрлăхсенче пулăшасси, çемьери ырă йăла-йĕркепе ыттисене паллаштарасси. Проекта каллех нумай ачаллă çамрăк амăшĕсем хастар хутшăнни кăмăллă. Çакнашкал мероприятисем пултаруллă та творчествăлла çемьесене палăртма та пулăшаççĕ.
Çемье пĕлтерĕшне мала хурса Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ача амăшĕсем республика шайĕнчи конкурссенче, фестивальсенче те палăраççĕ. Сăкăтри культура çурчĕн заведующийĕ, районти Хĕрарăмсен канашĕн членĕ, нумай ача амăшĕ Вероника Кузнецова иртнĕ çул "Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма" республика конкурсне хутшăнса çĕнтерчĕ. Çамрăк çемьесен клубĕн республикăри фестивалĕнче Пузырьниковсемпе Петровсен çемйисем пултарулăхпа палăрчĕç.
Нумай пулмасть Чăваш Республикинче йĕркеленĕ "Эпĕ - хĕрарăм" ("Я - женщина") республикăри конкурса хутшăнса та Л. Думилина, А. Петрова, Н. Смирнова, Э. Валеева, Ф. Хафизова Патăрьел район чысне хỹтĕлерĕç, хăйсен ырă тĕслĕхĕпе ыттисене савăнтарчĕç.
Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче районти тĕп вулавăш умĕнче йĕркеленĕ уявра çак хастарсене сертификатпа чысларăмăр. Патăрьелĕнчи тĕп больницăри Фирия Хафизова врач-гинеколог, врач-кавитолог, районти Хĕрарăмсен канашĕн членĕ вара çак тупăшура иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Ăна Чăваш Республикин кунĕнчи уявра саламларĕç. Çемье - патшалăх тĕрекĕ, унăн никĕсĕ, пурнăç сăпки. Шăпах çемье çынна килĕшỹллĕ пурăнма т |
Киров ячĕллĕ кооперативăн тĕп инженерĕ Александр Тихонов Пушкăртстан Пуçлăхĕн Радий Хабиров аллинчен парне илнĕ.
Ситекпуçĕнчи Александр Маркелович Тихонова районта чылайăшĕ пĕлет. Шăпах вăл çуллен вырмара чи лайăххисен шутĕнче пулать.
— Çанталăк условийĕсем кăткăс пулнă кăçалхи вырма маншăн юбилейлă пулчĕ, — тет Александр Маркелович. — Эпĕ ĕмĕр тăршшĕпе механизатор пулса вăй хунă. Кăçал комбайн штурвалĕ умне ларнăранпа 25 çул пулчĕ.
Александр Тихонов питĕ сăпайлă çын, нихăçан та мухтанма юратмасть. Анчах нумай пулмасть пулса иртнĕ событи пирки мăнаçланса пĕлтерме юрать. 2019 çулхи вырмара пысăк çитĕнÿсем тунăшăн вăл районта кăна мар, республикипе чи лайăххисен шутне кĕнĕ. Пушкăртстан Пуçлăхĕн Радий Хабировăн аллинчен «Шевроле-Нива» автомобиль уççине илнĕ.
— Республика шайĕнче пирĕн ĕçе пысăка хуни савăнтарать, анчах çакă манăн кăна тивĕç мар, эпир пурте çакнашкал сумлă тухăç ÿстернине манмалла мар, — тет Александр Тихонов.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Кашни çул Пишпÿлекри культура керменĕ ачасене тата çитĕннисене юмах, приключени, ташă-юрă, вăйă-кулă, туслăх картине йыхравлать.
Кашни çул Пишпÿлекри культура керменĕ ачасене тата çитĕннисене юмах, приключени, ташă-юрă, вăйă-кулă, туслăх картине йыхравлать.
2020 çула та çаплах кĕтсе илеççĕ. Кермен алăкĕсем асамлăх юмах тĕнчине яри уçса кĕтсе илеççĕ. Çĕнĕ çул утренникĕсен программи ике пайран тăрать: малтан фойере капăр елка йĕри-тавра, унтан куракансен залĕнче. Асамлăха шансан, килĕрех, сире уявла кăмăл-туйăм парнелеççĕ.
Кăмал тăвакансене пурне те декабрĕн 24, 25, 26-мĕшĕсенче кĕтеççĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Халӗ вăрçă нушисене тӳссе ирттернӗ Саплăк ваттисен пӗр ӗмӗт кăна – Çӗнтерӳ паркӗнчи панулмисем шап-шурă чечеке ларнине курасси.
❮
❯
Нумай пулмасть Ҫӗпрел районӗнчи Алешкин-Саплӑк ялӗнче йывӑҫ лартас эрнелӗх вӗҫленнӗ. Экологи акцине хутшӑнса ял шкулӗн çывăхӗнче экологи акцийӗ иртнӗ. Ăна пурнăçа кӗртекенӗ – ял хутлăхӗн ертӳçи Петр Артемьев тата унпа пӗр шухăшлисем. Ял халăхӗ Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 75 çул çитнине халалласа аллея тума шутланă. Çак тӗллевапе шкул ачисем 3000 улмуççи тӗпӗ лартнă. Аллея йӗри-тавра хӳтлӗхшӗн хыр йывӑҫҫисене лартса тухнӑ. Ялти Туслӑх кӳллин ҫыранӗсем те ешӗл хыр йывӑҫҫисемпе илемленӗҫ малашне, тӗпӗсем пур ӗнтӗ.
Улма йывăççи ӳстерме çăмăл мар, сапмалла, сыпмалла, шурă пурпа сăрламалла, мулкачсенчен сыхламалла. Шкул ачисене ӗç пур.
Халӗ вăрçă нушисене тӳссе ирттернӗ Саплăк ваттисен пӗр ӗмӗт кăна – Çӗнтерӳ паркӗнчи панулмисем шап-шурă чечеке ларнине курасси. |
Паянхи кун Пушкăртстанри чăвашсем хушшинче пултаруллă та хисепе тивĕçлĕ ертÿçĕсем пулни, паллах, хамăр халăх çыннисене савăнтарать.
Хăш чухне вĕсен тивлечĕпе пĕтĕмĕшле республикăри 107 пинлĕ чăваш халăхне мухтаса калаçнине те илтме тÿр килет. Çавăн пек тĕслĕхсенчен пĕри вăл Чекмагуш районĕнчи «Базы» СПК» ОООн канăçсăр чĕреллĕ ĕртÿçи, Пушкăртстан Республикин Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ, РФ тата ПР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, Салават Юлаев тата Халăхсен туслăхĕ орденĕсен кавалерĕ Вадим Соколов пулса тăрать. Тепĕр чухне редакци ĕçĕсемпе тĕрлĕ районсене çитнĕ май ытти халăх çыннисенченех «сирĕн Соколов çавна тунă. Маттур» тесе каланине илтме пулать. Пуçра хĕпĕртенипе ирĕксĕрех «Соколов пирĕн пулсан, ăна ырăпа асăнни пире те пырса тивет-çке» текен шухăш çуралать, чĕре те урăхларах тапма пуçлать. Çавăнпа та ун пек çынсем пулсан çак хăналăх пурнăçра савăнăçĕ те ытларах пулĕччĕ.
Çак кунсенче вара хисеплĕ Вадим Васильевич хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Сăмах май каласан, çÿлерех асăннă хуçалăха вăл ертсе пыма тытăннăранпа та 30 çул çитрĕ. Вăтăр çул вăл 30 кун мар, çавăнпа та çак аталану çулĕ çинчи йывăрлăхсемпе чăрмавсене пăхмасăр мĕнле ÿсĕмсем туни çинчен пĕр Соколов çеç тĕрĕссине каласа пама пултарать. Тепĕр тесен унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ те çак колхозрах иртнĕ. Шутланă-ши 1978 çулта вун саккăрти каччă пурăна киле «Базыне» ертсе пырасса? Шăпах çак çул вăл кунта тракторист-комбайнер пулса ĕçлеме пуçланă. Çара кайса килсен те симĕс пакунлă салтак (çĕршыв чиккине хÿтĕленĕ) тăван ялах суйласа илнĕ. Каллех трактор рулĕ умне ларнă, каярах комсомол тата парти организацийĕсен секретарĕ пулнă. Пурнăçри çак трамплин ăна ертÿçĕ пулма çул уçнă, аслă пĕлÿ илме хистенĕ…
Паянхи кун хисеплĕ çыннăмăра, «Урал сасси» хаçатăн çывăх тусне хамăртан тата вулакансен ятĕнчен чаплă та савăнăçлă юбилейпа саламлатпăр, пысăк тивĕçри çăмăл мар лава туртма чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, туслă та ăнланакан командăпа ĕçлеме, çемьере килĕшÿпе юрату, тулли телей сунатпăр. Яланах хăв палăртнă кашни ĕçре ăнăçу кĕтсе тăтăр, инкек-синкекрен Турри сыхлатăр, ĕмĕтсен арчи чăнлăхпа тивĕçтĕр. Вăй-хăват ан чактăр, кун-çулу пархатарлă та тикĕссĕн шутăр.
Сире сума суса тата тав туса – «Урал сасси»
хаçат редакцийĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Ӗнер Шупашкарта Чӑваш Республикинчи гуманитари ӑслӑлӑхӗсен аталану Канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ, сӳтсе явнӑ чи пысӑк ыйтусен йышне Суварпа Пӳлер хулисенче археологи тӗпчевӗсем ирттересси кӗчӗ, тесе пӗлтерет чăваш халăх сайчӗ. Ку ӗçе тума ӑсчахсем 400 пин тенкӗ укçа ыйтнă-мӗн, телее, хальхинче ларăва пынӑ тӳре-шара вӗсемпе килӗшнӗ. 2020 çулта Николай Иванович Ашмарин...
❮
❯
Ӗнер Шупашкарта Чӑваш Республикинчи гуманитари ӑслӑлӑхӗсен аталану Канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ, сӳтсе явнӑ чи пысӑк ыйтусен йышне Суварпа Пӳлер хулисенче археологи тӗпчевӗсем ирттересси кӗчӗ, тесе пӗлтерет чăваш халăх сайчӗ. Ку ӗçе тума ӑсчахсем 400 пин тенкӗ укçа ыйтнă-мӗн, телее, хальхинче ларăва пынӑ тӳре-шара вӗсемпе килӗшнӗ.
2020 çулта Николай Иванович Ашмарин çуралнăранпа 150 çул çитет. Çакна халалласа Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗ мероприятисем ирттерме сӗннӗ. Çаплах унăн ӗçӗсен тулли пуххине пичетлесе кӑларма, Хусанти Ар масарӗ çинче палӑк, Шупашкарта палӑк е барельеф лартма шутлаççӗ. |
Пишпÿлекри «Улыбка» ача садĕнчи шăпăрлансемпе вĕсен воспитателĕсен кунĕ пурте пĕрле зарядка тунинчен пуçланать. Паян ăна хаваслă кĕвĕпе уçă сывлăшра ирттернĕ.
Ачасемпе педагогсем физкультура инструкторĕ ертсе пынипе хусканусене кăмăлтан савăнса пурнăçланă. Ачасемпе воспитательсем вăй-хал пухнă тата кунĕпе тăсăлакан хаваслă кăмăл-туйăм туяннă. Ачасене пĕчĕкренех сывă пурнăç йĕркине пăхăнма вĕрентмелле, шанаççĕ воспитательсем.
Айгуль ГАРЕЕВА.
Авторăн ĕçĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ пурнăçланнипе Уфари васкавлă пулăшу больници алăсемпе урасене активлă-пассивлă реабилитаци ирттерме тренажĕнсен комплексне туяннă. Паянхи кун тĕлне çĕнĕ оборудованипе 150 пациент реабилитаци иртнĕ те ĕнтĕ.
«Тренажерсем хускану активнăçне юсама, пациентсен хусканăвĕсене координацилеме валли, — ăнлантарать республикăри Сывлăх сыхлав министрествин пресс-служби. — Система ĕçĕн никĕсенче алăсен тата хулпуççисен хусканăвĕсене евĕрлени».
Тренажерсене шалкăм çапнисене, аллисене тата çурăм шăмми миммине амантнисене реабилитаци ирттерме усă кураççĕ. Çак комплекса неврологи чирĕсем пулсан, алăсен хусканăвне çухатсан та усă курма пулать.
«Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе ĕçлесе хатĕрленĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Юлашки çулсенче акатуйра çанталăк аургазăсене питех иртĕхтермест. Хальхинче те уй-хирте çиллĕччĕ, хĕвел пĕлĕтсем айне пытаннăччĕ, сайра хутра, унсăр халăх мĕнле савăннине пĕлесшĕн пулнă пек, курăнса илетчĕ.
Анчах та, çанталăк кăмăлĕ ăмăр пулнине пăхмасăр, уявра халăх нумайччĕ. Акатуя çемйисемпе, мăшăрсемпе, ушкăнсемпе утатчĕç. Суту-илÿ речĕсем ăшалакан шашлык тата пĕçерекен плов шăршисемпе илĕртетчĕç те ĕнтĕ.
Анчах та тĕп ĕçсем сцена çинче – акатуй варринче пулса иртрĕç. Районти культработниксем театрализациленĕ илемлĕ представлени кăтартрĕç. Ăна ПР 100 çулне, Театр çулталăкне тата пушкăрт писателĕн Мустай Каримăн юбилейне халалланăччĕ. Шап-шурă кимоно тăхăннă хĕрачасемпе арçын ачасене наци тумĕсем тăхăннă ташăçăсем, ялавçăсене мини-представленисем улăштарчĕç...
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов плуг уявне уçни çинчен пĕлтерчĕ, ял çыннисене ăшшăн саламларĕ. Савăнăçа пĕрле пайлама чĕннĕ хăнасем – ПР культура еткерлĕхĕн объекчĕсен государство хуралĕ енĕпе управленийĕн руководителĕ Ильгам Фаткуллин, пирĕн ентешсем: Россельхознадзорăн ПР тăрăх управленийĕн руководителĕ Юрий Петров, ПР тата РФ ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Магасум Ягафаров – килнĕччĕ. Тÿрĕ кăмăллă ĕçлесе район пуянлăхне тата чапне ÿстерекен малта пыракан хуçалăхсене, уй-хир тата ферма ĕçченĕсене, предпринимательсене, ĕç ветеранĕсене наградăларĕç.
Вăйă-кулă вăхăчĕ
Савăнăçлă пай хыççăн канмалли тата хавасланмалли вăхăт çитрĕ. Вăйă тата спорт площадкисем ĕçлерĕç. Волейболистсемпе футболистсем командăсемпе ăмăртрĕç. Кире пуканĕ йăтакансене курма халăх йышлă пухăннăччĕ. Арçынсем, мускулсен вăйне тĕрĕслесе, 24 килограмлă кире пуканĕ йăтрĕç. Армрестлингра хĕрарăмсем те курăнчĕç. Тавçăрулăхпа тимлĕхе тĕрĕслес енĕпе халăх вăййисем нумайччĕ. Ачасене тĕрлĕрен аттракционсем савăнтарчĕç. Вĕсем питĕ пысăк батут çинче сикрĕç, квадроциклсемпе ярăнчĕç, карусель çинче çаврăнчĕç, пылак вата çисе киленчĕç.
Уяв варринче кĕтмен çĕртен тÿпере самолет курăнса кайрĕ. Çур сехет тăршшĕне летчик тĕрлĕрен маневрсем туса кăтартрĕ, çав шутра пикене кĕчĕ, „мертвая петля” фигура турĕ.
Кантăмăр – сăйлантăмăр
Акатуй уяв апачĕсĕр иртмерĕ. Канакан çынсем валли пысăк хуранпа плов пĕçернĕччĕ. Шашлык çиме тата вĕри чей ĕçме кăмăл тăвакансем нумай пулнипе суту-илÿ речĕсемпе иртсе пулмастчĕ. Апат-çимĕçе сĕтелсем хушшинче тутанчĕç кăна мар, хăйсемпе те илсе кайрĕç. Вырăнти фермерсем тата ял хуçалăх кооперативĕсем „Чĕрĕ ял” брендпа пыл, кăмăс, кукăль-булка, сĕт-турăх тата какайран тунă çурма фабрикатсем тăратнăччĕ.
Акатуйра художествăлла вак-тĕвек – керамика, картинăсем, авса тунă сĕтел-пукан тата килти хатĕр-хĕтĕр, туптаса тунă изделисем - сутатчĕç. Сад ăстисем улма-çырла хунавĕсем туянма пултарчĕç.
Ухă кантрине туртса карăнтарăр
Акатуй çĕнĕлĕхĕсенчен пĕри – „Тĕл перекен ухăçă” аттракцион. БГУн Стерлитамакри филиалĕн преподавателĕ Айнур Утяев (Утеймулла ялĕнчи пирĕн ентеш) мишене пеме май пачĕ. Пушкăрт филологийĕсĕр пуçне вăл авалхи халăхсен ухăран перес техникине историлле реконструкцилес енĕпе ĕçлет. Утеймулла çынни хăй те йăлари ухăран перес енĕпе тĕрлĕрен турнирсене пĕрре мар хутшăннă. Кăçал пушкăрт тумне тăхăннă филолог аургазăсене пушкăртсемпе монголсем хĕçпăшалпа мĕнле тыткаланнине кăтартса пачĕ.
Чи лайăх кĕрешÿçе - така
Кĕрешÿçĕсен тытăçăвĕсем хĕрÿ иртрĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, малтан çамрăк паттăрсем кĕрешрĕç. Унтан - çитĕннĕ атлетсем. Яшсем хушшинче çĕнтернисене хаклă призсемпе тата асăнмалăх парнесемпе наградăларĕç. Çитĕннисем хушшинче Айдар Галимов (60 кг), Рустам Сатлыков (70 кг), Рушан Ильясов (80 кг), Ильнар Лукманов (90 кг) тата Ильсур Лукманов (90 кг ытла) чи лайăх кĕрешÿçĕсем пулчĕç, вĕсене, парнесемсĕр пуçне, 5-шер пин укçан преми пачĕç. Акатуйăн абсолютлă чемпионĕ Ильсур Лукманов тĕп приз – така – хуçи пулса тăчĕ.
Çил пек урхамахсем
Мĕнле акатуй лашасен ăмăртăвĕсĕр ирттĕр! Халăх хăвăрт чупакан утсене сăнама юратать. Лашасем хăй еккиллĕ пулаççĕ, час-часах ăмăрту мĕнле вĕçленессине пĕлме çук. Çапла, пушкăрт ăратлă лашасен ăмăртăвĕнче Буян ятлă ăйăр финиша пĕрремĕш килсе çитрĕ, анчах та, шел, юланутçăсăр. Куракансем тăвăллăн кăшкăрчĕç: „Маттур!”, „Лаша хăйĕн ĕçне пĕлет!” Телее жокей суранланман. Ăна ăмăртусен юлашки тапхăрне хутшăнма ирĕк пачĕç. Буян хăйĕн çамрăк хуçине – Антон Федорова („Салават” ХФХ ООО) - парнеллĕ виççĕмĕш вырăн илсе килчĕ. Айнур Мурзагельдин („Дружба” СПК) Орлик ăйăрпа иккĕмĕш вырăн илчĕ. Монгол урхамахпа Денис Федоров („Дружба” СПК) çак ăмăртура çĕнтерчĕ. Денис Федоров лашасемпе ăмăртма юратакансем хушшинче паллă ача. Сăмах май, яшăн ашшĕ, Валерий Федоров ветеринар, 15 çул лаша пăхать. Унăн пĕлĕвĕ ывăлне çитĕнÿ тума май парать. Кăçал Денис тăван енре кăна мар, Кăрмăскалă тата Стерлитамак районĕсенчи акатуйсенче те пĕрремĕш пулнă. Унăн Орион ятлă лаши рысаксен ăмăртăвĕнче пĕрремĕш чупса килнĕ. Иккĕмĕш вырăн кунта Шелдон лашапа Эльмир Идрисов („Таштамак” СПК), виççĕмĕшне Алагиз лашапа Фанис Фахретдинов („Таштамак” СПК) йышăннă.
Тинех кÿлнĕ лашасемпе ăмăртмалли вăхăт çитрĕ. Вĕсем стартра пурте вăхăтлă хускалса каяймарĕç. Лашасем, командăна итлемесĕр, тĕрлĕ енне кайрĕç. „Наумкино” агрофирмăри сарă-хĕрлĕ лашана пурте астуса юлчĕç. Вăл ик уран тăчĕ, ăна тытса чарма çукчĕ. Лăплантарма тăрăшнине хирĕç вăл кукалерĕ, тапăçрĕ, юлашкинчен хирĕçле енне кайрĕ. Пĕрисемшĕн çак ÿкерчĕке курма кулăшлаччĕ, теприсем лашана шеллерĕç. Çапах та çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. Виктор Михайлов („Лидия” ХФХ) пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, иккĕмĕшне - Исмагил ялĕнчи уйрăм хушма хуçалăх хуçи Ильфат Газизов, виççĕмĕшне - Айрат Рахматуллин („Дружба” СПК).
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать |
Калав Иосиф МУКИ Ывăл çуралсан та вăл чылаях пурăннă Кистенлĕпуç ялĕнче, салтака кĕтнĕ ĕнтĕ, анчах упăшки Германипе çапăçнă вăрçă хирĕнче пуçне хунине пĕлтерекен çыру килнĕ, çавăн хыççăн Анна аппа пĕчĕк ывăлĕпе Пишпÿлеке ашшĕпе амăшĕн çуртне таврăннă.
(Пуçламăшне ноябрĕн 27, 28, 29-мĕшĕнчи страницăсенче вулăр).
Çичĕ çул хушши вĕсем пĕрне пĕри курман хыççăн хăйсен ялĕнче тĕл пулнă, иккĕшĕ те лейтенант званине илнĕ. Иван пичче вăрçă хирĕнче йывăр аманса пульницăра вăрах выртнă, унтан ăна сурансене сиплеме, кăштах канма тесе пĕр уйăха килне янă, паллах, вĕсен калаçмалли сăмахĕсем сахал мар пулнă, çавăнпа военкомата та пĕрле кайнă, Пишпÿлекрен таврăннă ункай Николай пичче Хастара кĕрсе суккăр аппăшне курас тенĕ. Аннепе чылаях калаçса ларчĕç, çав хушăра эпĕ пиччен офицер фурашкине тăхăнса, урама тухса, чÿречерен пÿртелле пăхса çÿрерĕм, унтан килнĕ хăнасем каятпăр тесе иккĕшĕ икĕ велосипед çине ларса Ситекпуç еннелле кустарчĕç. Çакă манăн пиччепе юлашки курнăçу пулчĕ. Тепĕр вунă кунтан Николай пичче ăсаннă, эпир аннепе ăсатма кайман, тен пĕлмен те пуль.
Николай пичче аннен Анна ятлă иккĕмĕш аппăшĕн аслă ывăлĕ. Анна аппа Пишпÿлекре пурăнакан Муки Захарĕн виççĕмĕш ачи пулса 1894 çулхи раштав уйăхĕнче çуралнă. Яштака та матур хĕр пулса ÿснĕ. 1915 çулта Кистенлĕпуç ялĕнчи кĕрнеклĕ те çÿлĕ кĕлеткеллĕ Алтаким Çтапанне качча тухнă. Анчах 7—8 уйăх пĕрле савăнса пурăннă хыççăнах Тимофеев Степан Евдокимовичăн салтака кайма ячĕ тухнă та илсе те кайнă. Анна аппа упăшкине салтакран таврăнассине кĕтнĕ вăхăтра 1916 çулта ывăл çуратнă, унăн ятне Николай тесе çыртарнă. Ывăл çуралсан та вăл чылаях пурăннă Кистенлĕпуç ялĕнче, салтака кĕтнĕ ĕнтĕ, анчах упăшки Германипе çапăçнă вăрçă хирĕнче пуçне хунине пĕлтерекен çыру килнĕ, çавăн хыççăн Анна аппа пĕчĕк ывăлĕпе Пишпÿлеке ашшĕпе амăшĕн çуртне таврăннă. Ĕлĕкхи чăваш çыннисем каланă пек, аçу-аннÿ пур чухне пыр та тутă, çипуç та питĕ, çапла вăл хăй çуралса ÿснĕ пÿрт-çуртра савăнса пурăнма тытăннă. Анчах мĕнле лайăх пурăнсан та арсăр пурнăç туратсăр йывăç пек, çавăнпа та Йăлпăлак ялĕнче пурăнакан Сергей ятлă урçа малтан хăтана ярса унтан çураçма килсен ăна качча тухса пĕрле пурăнма пуçланă. Çапла Анна аппа пĕчĕк ывăлĕпе тата хăйне юратакан Сергей ятлă арçынпа Йăлпăлак ялĕнче тулăх та ирĕк, савăнăçлă пурнăçпа пурăннă.
(Малалли пулать).
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Çак кунсенче редакцири телефон вăрăммăн шăнкăртатрӗ те трубкăна илсенех чăвашла «Салам!» тени илтӗнсе кайрӗ. Францири Денвиль хулинче пурăнакан тусăмăр, маттур чăваш пики Галина Спиридонова иккен. Анат Камăра чăваш центрне, чăваш ачисен вырсарни шкулне, ансамабльсене йӗркелеме хутшăннă çак хастар хӗрарăм Францире те тăван культура çинчен манмасть. Пӗлтӗр вăл тепӗр йăхташпа пӗрле...
❮
❯
Çак кунсенче редакцири телефон вăрăммăн шăнкăртатрӗ те трубкăна илсенех чăвашла «Салам!» тени илтӗнсе кайрӗ. Францири Денвиль хулинче пурăнакан тусăмăр, маттур чăваш пики Галина Спиридонова иккен. Анат Камăра чăваш центрне, чăваш ачисен вырсарни шкулне, ансамабльсене йӗркелеме хутшăннă çак хастар хӗрарăм Францире те тăван культура çинчен манмасть. Пӗлтӗр вăл тепӗр йăхташпа пӗрле «Аванград» чăваш центрне йӗркелесе янă. Францири пурнăçӗ çинчен хаваспах каласа пама килӗшрӗ вăл.
- Галина Михайловна, Францири пурнăç пирӗннинчен нумай уйрăлса тăрать-и?
- Францире пурнăç пӗр енчен аван, тепӗр енчен питӗ кичем. Урăх культура, чӗлхе, менталитет. Кунта çынсем урăх пурнăçпа пурăнаççӗ, хыпаланмаççӗ. Раççейрипе танлаштарма та çук: унта васкамалла, ӗлкӗрмелле. Эпӗ хам питӗ активлă çын, яланах халăхшăн тăрăшнă, ансамбльсемпе тӗрлӗ фестивальсене хутшăннă. Мускаври Мариот отеле ӗçлеме куçсан та чăваш кунне ирттернӗччӗ, унти арманянсемпе çыхăну тытса вӗсен шкулӗнче чăваш вырсарни шкулне йӗркелесси пирки те калаçса татăлнăччӗ. 22 чăваш ачине пухнăччӗ те ӗнтӗ, тепӗр 3-4 ача кăна кирлӗччӗ.
- Мӗн чăрмантарчӗ ун чух?
- Манăн аслă хӗрӗм Ирина Люксембургра пурăнать. Вăл çав çул кӗркунне ноябрь вӗçӗнче чирлесе ӳкнипе мăнукăма пăхакан çын кирлӗ пулчӗ. Çапла эпӗ консульствăна кайса виза тутартăм. Икӗ хутчен хӗрӗм патне кайса килтӗм, виççӗмӗшӗнче юлмах тиврӗ. Январь уйăхӗн 2-мӗшӗнче мăнукăма садика леçнӗ чух пулас мăшăрпа Клавдиопа паллашрăм. Кунти арçынсем питех авланмаççӗ, ку вара мана килӗштерчӗ, тӳрех тăванӗсемпе паллаштарчӗ, качча тухма ыйтрӗ. Хӗрӗмсемпе канашларăм та, килӗшрӗм.
- Эсир унта пысăк пурнăç опычӗ пухнă хыççăн пурăнма куçнă. Чӗлхесӗр пуçне мӗне хăнăхма йывăрччӗ?
- Люксембург пуян хула, халăхӗ лайăх пурăнать. Канмалли кунсенче мăнукăмпа урама тухаттăм та унта пӗр çын та çукки тӗлӗнтеретчӗ. Кунта канмалли куна çынсем килте ларса ирттермеççӗ, канма каяççӗ иккен. Сăнӗсем улшăннинчен тӗлӗнеттӗм. Сан çине пăхса йăл кулаççӗ-ха вӗсем, хăйсем вара сивӗ.
Упăшкапа эпир ялта пурăннă. Кунта кӳршӗпе кӳршӗ çӳремест, пӗр-пӗринпе калаçмасть. Чуна уçса калаçма çын çуккине хăнăхма йывăрччӗ. Пӗр енчен, хуняма лайăх çынччӗ-ха. Хам 18-тах аннесӗр юлнă та вăл ман анне вырăнӗнче пулчӗ. Хăнана чӗнеттӗм. Упăшкана лайăх пăхнă эпӗ, апатне пӗçернӗ, тирпейлӗ çӳретнӗ. Юлташӗсем килсен те тутлисене пӗçереттӗм. Упăшкан малтанхи арăмӗнчен (вӗсем 12 çул пӗрле пурăннă) кун пеккине курманнине калатчӗç.
- Каçарăр та, халӗ эсир упăшкăрпа пӗрле пурăнмастăр пулса тухать-и?
- Упăшкапа уйрăлтăм. Çынна пăхсах вăл мӗнлине кураканччӗ малтан, ку арçынна тӳрех пӗлеймерӗм. 3-4 уйăхран кăна ăнлантăм, вăл айккине чупакан, никама та хисеплемен çын. Алă çӗклеме те пултаратчӗ. Раççее чунтан юратмастчӗ. Астăватăр пулӗ-ха, 2008 çулсенче Украинăпа Раççей хушшинче газ ыйтăвӗсемпе темле ăнланманлăхсем пулчӗç. Упăшкам ман çакна илтсен Украина хӳттине кӗрсе: «Раççей мӗн пысăкăш çӗршыв, Украинăна кӳрентерет, Путина пула унти халăх шăнать»,- тесе кăшкăрашатчӗ. Пӗррехинче эпӗ: «Президент Путин мар вӗт-ха, Медведев. Мӗншӗн-ха Раççейӗн Украинăна пӗр пуссăр тăрантармалла?» - темесӗр чăтаймарăм. Ку тытрӗ те: «Украина шăнать, сивӗ мӗн иккенне хăв çинче туй»,- тесе алăка уçрӗ те каçхине 9 сехет тӗлӗнче мана пӗр футболка вӗççӗнех урама кăларса ячӗ. Кӗркунне, сивӗ, 40 минут урамра çӳрерӗм. Франци Раççей мар, кӳршӗ патне кӗрейместӗн. Телее, çав вăхăтра упăшкан юлташӗ машинăпа иртсе каятчӗ. Вăл таçта кайнă пулнă. Мана курсан киле кӗртсе хăварчӗ. Упăшкана: «Ухмах эсӗ, арăму мӗнпе айăплă»,- тесе хăварчӗ. Пӗрле пурăннă 4 çул та 7 уйăхра кун пек самантсем чылай пулнă, пӗрре мар хӗненӗ те. Ишме, саунăна çӳрени кăна пулăшатчӗ. Унта хуть çынсене куратăн, калаçатăн. Пӗррехинче ишнӗ чухне çур кӗлеткем ним пӗлми пулса ларсан ăнлантăм: урăх чăтаймастăп. Гражданство илме çулталăк кăна юлнăччӗ, апла пулин те çав çулталăка пурăнса ирттереймессе ăнлантăм.
- Çакăн пек йывăр вăхăтсенче Раççее каялла таврăнас шухăш пулмарӗ-и?
- Пӗрре мар пăрахса каяс тенӗ, хӗрӗм пурри кăна тытса тăчӗ. Тата Франци çын прависене хӳтӗлекен çӗршыв. Арлă-арăмлă пурнăç ăнман хӗрарăмсем валли кунта ятарлă çурт пур. Кунта тӳлевсӗрех пурăнтараççӗ, çитереççӗ, вӗсемпе психолог ӗçлет. Кайран социаллă хваттер параççӗ. Эпӗ эмигрант мар, çапах та Франци гражданинӗн арăмӗ пулнă çын. Мана та социаллă хваттер пачӗç. Халӗ Денвиль хулинче пурăнатăп. Манăн 49 тăваткал метр пысăкăш хваттерӗм. Пӗчченех пурăнатăп, канмалли кунсенче хӗрӗмпе мăнукăм килеççӗ.
- Çапах та пурăнма укçа-тенки те кирлӗ-çке.
- Кунта уйрăлакан упăшка арăмне укçа тӳлет. Мана çав укçа сӗтел-пукан туянма çитрӗ. Хваттер тенӗрен, эпӗ ăна йăлтах хамăрла турăм. Чӳрече каррисем çакрăм (ăна Раççейренех илсе килнӗччӗ), стенана шпалер çыпăçтартăм. Францире чӳрече каррисем çакас йăла çук. Француженка юлташăм Анна кӗрсен ман хваттерти тирпей-илемрен тӗлӗнет. Вăл вӗт манăн пӗчӗк тăван çӗршывăм кӗтесӗ. Ӗç тенӗрен, ӗçлес текен валли ӗç тупăнать.
- Раççее хирӗç пыракан информаци вăрçи йӗрсӗр иртмест апла.
- Кунта Раççее, Путина юратмаççӗ, Крым вăл Раççейӗнех пулнине ăнланмаççӗ, ăнланма та тăрăшмаççӗ. Эпӗ чӗлхене вӗренме шкула çӳреттӗм. Пӗр занятире эпӗ Раççейри пурнăç, вӗрентӳ çинчен каласа пама тытăнсан, венгр педагогӗ (вӗсене кунта профессор теççӗ) мана пӳлсе: «Аха Раççейре тата Калашников автомачӗ пур. Эпӗ çав автоматран Путина персе вӗлерӗттӗм», - терӗ. Паллах, кăна эпӗ чăтса тăраймарăм: «Мӗнле-ха эсир ман çӗршыв, ман президент çинчен япăххине калатăр? Путина периччен малтан мана перӗр»,- терӗм. Чи интересли - мана кӳрентернӗ вӗт-ха, вӗрентекен манах айăплать, леш çынна нимӗн те каламасть. Çийӗнчех сумкăна илтӗм те тухса кайрăм, вăл шкула урăх ура та ярса пусмарăм. Тепӗр тесен, кунти халăхран тӗлӗнмелле. Вӗсем хăйсен президентне пӗрре те сума сумаççӗ. Ăçта килчӗ унта карикатура ӳкереççӗ, кулаççӗ. Телевиденипе те. Политика ыйтăвӗсем енӗпе хӗрӗмпе те шухăшсем пирӗн тӗрлӗрен. Мăнукăм Данил савăнтарать вара. Унăн икӗ гражданство. Вăл Раççее савăнсах килет. Вырăсла та пӗлет. «Кукамай, 16 тултарсан Спиридонов хушамат илетӗп»,- тет. Эпӗ тăван çӗршыва кайсан Раççей атрибутикăллă япаласем нумай илсе килетӗп. Тӗслӗхрен, велосипедпа ярăннă чухне «Раççей» тесе çырнă карттуса тăхăнса тухатăп. Иртен-çӳренсем çаврăна-çаврăна пăхаççӗ, эпӗ вара хам ăшăмра: «Пӗлӗр, эпир пур»,- тетӗп.
- Çын ăçта пурăнать унти йӗркене хăнăхать, эсир те Францири пурнăç йӗркипех пурăнатăр пуль?
- Малтанах каларăм ӗнтӗ, французсем хыпаланмаççӗ. Эпӗ те акă, эрнере икӗ кун ӗçлетӗп, пӗр кун кантри ташлама, тепӗр кун хора юрлама, ытти кунсене фитнеса, ишме çӳретӗп. Чӗлхене вӗренетӗп, мӗншӗн тесен чӗлхе пӗлмесен питӗ йывăр. Франци юррисене чăвашла куçаратăп. Пытармасăр калатăп, ку йӗрке те çитмест пек-ха мана. Эпӗ хастар çын, пирӗн кунта кашни çул май уйăхӗн вӗçӗнче эмигрантсен уявӗ пулать. Кăçал мэр вилсе кайнипе мероприятие сентябрӗн 4-мӗшӗнче Альграцра ирттерчӗç. Эпӗ те хутшăнтăм. Хамăн чăваш тумӗпех кайрăм. Польшăра пурăнакан украинсен ансамблӗпе юрлама калаçса татăлнăччӗ малатан, анчах вӗсем килмерӗç. Унтан португали çыннисем юрланине илтрӗм те чăвашларах пек туйăнса кайрӗ. Çавсемпе хутшăнса чăвашла юрласа патăм. Кунти халăха чăваш-и эсӗ, тутар-и - интереслӗ мар, эпир вӗсемшӗн пурте Раççейрисем. Эпӗ хам кам пулнине яланах пӗлтерме тăрăшатăп. Хамăн машина алăкӗ çине те акă, «чувашка» тесе çыртартăм.
- Эпир пӗлнӗ тăрăх, эсир яланхи пекех чăваш халăх культурин патриочӗ, ют çӗршывра та тăван чӗлхене манмастăр.
- Пӗлтӗр Шупашкар хӗрӗпе Ольга Николаевăпа эпир «Аванград» чăваш наципе культура центрӗ йӗркелерӗмӗр. Кулăшла пулин те, эпир хальлӗхе унта иккӗн кăна-ха. Пӗчӗк библиотекăра 50 çын валли чăваш апат-çимӗçӗ пӗçерсе сӗтел хатӗрлерӗмӗр. Сăра кăна вӗретсе ӗлкӗреймерӗмӗр. Тӗрлӗ халăх çынни 25-ӗн пуçтарăнчӗ. Эпир чăвашла тумланса хамăр наципе паллаштартăмăр. Юрăсем те юрларăмăр, чăваш уявӗ çинчен каласа патăмăр. 2,5 сехет пынă мероприяти çынсене килӗшрӗ. Чăвашсене пуçтарма кунта питӗ йывăр. Терактсем хыççăн кашни мероприятие Страсбург консульствинчен ирӗк илсен кăна ирттерме юрать. Тата артистсене те ахальлисене мар, хисеплӗ ятсем çӗнсе илнисене кăна чӗнмелле. Пире хамăра кăна йывăр, çавăнпа Парижри тутар центрӗпе пӗрле ӗçлес шухăш пур.
- Парижра пулнă терактсем, Африка çӗршывӗсенчи эмигрантсем йышлăн килни çинчен телевизорпа куратпăр-ха, сирӗн хулара лăпкă-и, эмигрантсем çук-и?
- Вӗсем хальлӗх пирӗн пата çитеймен-ха. Пирӗн хулан вӗсене мар, хăй халăхне тăрантармалăх та ӗç çук. Кунти çынсем ӗçе çухатасран питӗ хăраççӗ. Патшалăх инвалидсене кăна хваттер парса пулăшать. Енчен те çын сывă-тăк, унăн хăйӗн ӗçлесе илмелле. Çавăнпа пирӗн хула эмигрантсемшӗн илӗртӳллӗ мар-ха хальлӗхе.
- Француз хӗрарăмӗпе чăваш хӗрарăмӗн уйрăмлăхӗ пысăк-и?
- Çӗрпе пӗлӗт пекех. Француженкăсем хитре тăхăнма пӗлмеççӗ. Вӗсем ирхине ачине шкул автобусӗ патне çӗрле çывăрмалли тумпах тухаççӗ. Çӳç-пуçне тирпейлесе çӳремеççӗ. Тум-тирне нихăçан та утюг лекмест. Ачисем мӗнле тирпейсӗр тата. Эпӗ хам гиназире нумай çул ӗçленӗ çын, пирӗн ачасем ун пек тăхăннине куç умне кăларма та çук. Хӗр ачисен çӳçне тура та лекмест хăш чух, шкула шортипе та кайма пултараççӗ. Чăваш хӗрарăмӗ чухлӗ вăр-вар мар француженка. Пӗр-пӗр ӗçе эпир пилӗк минутрах туса хуратпăр пулсан, вӗсем виçӗ куна тăсаççӗ. Эпӗ хам таврара чи илемлӗ тăхăнакан хӗрарăм. Мӗншӗн тесен пире урама тирпейлӗ тăхăнса тухма вӗрентнӗ. Эпӗ кăçал ятарласа Çимӗке аттен (Пӗкӗлмери Наратлă), аннен (Лениногорскри Чишме) ялӗсене кайрăм, Учӳкра, Шупашкарата Республика кунӗнче пултăм. Францие таврăнсан тепӗр кунах уяв иртрӗ. Эпӗ те ташлама тухрăм, çынсем ман кӗпе çине тӗлӗнсе пăхаççӗ. Вăл хаклă та мар, ăна Заинска тăвансем патне кайсан пасарта туяннăччӗ. Тăван çӗршыври уявсенче мӗн чухлӗ илем курса килнӗ хыççăн мана кунти çынсем сăнсăр пек туйăнчӗç.
Француженка лайăх кил хуçи арăмӗ те мар. Вăл упăшкине, ачисене ӗçрен, шкултан апат пӗçерсе кӗтсе илмест. Ачи-пăчи холодильникре мӗн пуррипе кăна çырлахать. Пирӗн, чăваш хӗрарăмӗн, пӗр çитменлӗх - канма пӗлместпӗр. Кунта çынсем çулталăкне темиçе хут канма каясси йăлара.
- «Сувар» урлă, тен, кама та пулсан салам калатăр?
- Тутарстан чăвашӗсене пурне те салам, мана пӗлекенсене уйрăмах. Тăван Чишме ялӗнчи çăлкуçа хăтлăх кӗртнӗшӗн депутата И.Яковлевăна, ял старостине А.Савдиярова, ял-йыша пурне те пысăк тав сăмахӗсем калатăп. |
Ноябрь уйăхĕн юлашки кунĕсенчен пĕринче Пелепей тăрăхĕнчи Çĕнĕ Сименкке ялĕнчи педагогика ветеранĕ, ПР вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕ Владимир Иванович Матвеев хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Ялта вăл хисеплĕ те чыслă çын шутланать. Владимир Ивановичăн пĕтĕм пурнăçĕ тăван ялĕпе тата районпа çыхăннă.
Арçын ача Çĕнĕ Сименкке ялĕнчи Иван Дмитриевичпа Анастасия Георгиевнăн çемйинче çуралнă. Ашшĕ колхозра тăрăшнă, амăшĕ учитель пулса ĕçленĕ. Сименккери çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пултаруллă çамрăк амăшĕн профессине суйласа илсе пĕлĕвне Пелепейри педагогика училищинче тăснă. Алла диплом илнĕ хыççăн салтак аттине тăхăнса виçĕ çул хушши Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă. Салтакран таврăнсан вырăнти шкулта физкультура тата ĕç урокĕсене вĕрентме пуçланă. Çар хĕсметĕнче пулни ăна чăн-чăн учитель пулма нумай пулăшнă. Владимир Иванович ĕçленĕ вăхăтрах Бирскри педагогика институтĕнчи филологи факультетĕнчен, Пушкăрт патшалăх университетĕнчи юридици факультетĕнчен вĕренсе тухса икĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Хĕрĕх çул хушши (1968-2008 çç.) шкул директорĕ пулса ĕçленĕ, общество ĕçне те хастар хутшăннă.
Эпĕ шкула Владимир Иванович ертсе пынă вăхăтра вĕрентекен пулса ĕçлеме пуçларăм. Вăл мана ĕçре ялан пулăшатчĕ, тĕрлĕ сĕнÿсем паратчĕ. Нихăçан та начар каланине ас тумастăп, яланах «çапларах тунă пулсан тата лайăхрах пулатчĕ» тени çеç асра. Хама унăн чăн-чăн вĕрентекенĕ пек туятăп.
Халăхра «лайăх мăшăр çумĕнче арçын вăрăм ĕмĕрлĕ пулать» теççĕ. Чăнах та, Владимир Иванович паянхи кун та çакăн пек сывлăхлă та çĕкленÿллĕ кăмăллă пулнинче унăн мăшăрĕн, Ирида Георгиевнăн, тÿпи питĕ пысăк. Пурнăçри вăрăм çул тăршшĕпе тумхахĕ те, савăнăçĕ те сахал мар пулнă-тĕр. Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пыни вара темле йывăрлăха та çĕнтерме пулăшнă. Ирида Георгиевна та ĕмĕрĕ тăршшĕпе ачасене пĕлÿ тĕнчипе паллаштарнă: малтан кĕçĕн классенче ĕçленĕ, институт пĕтернĕ хыççăн аслă классенче вырăс чĕлхипе литература урокĕсене ертсе пынă. Ирида Георгиевна - çут ĕç отличникĕ. Пултаруллă вĕрентекен РСФСР Çут ĕç министерствин, РСФСР Вĕрентÿ министерствин Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.
Матвеевсем хăйсен аллипе хăпартнă хăтлă та ăшă, тирпейлĕ çуртра пурăнаççĕ. Тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Ачисем те ашшĕпе амăшĕ ăс панипе пурнăçра пысăк çынсем пулса тăнă. Асли, Марина хĕрĕ, Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн кафедра доценчĕ, медицина наукисен кандидачĕ, ПР сывлăх сыхлав отличникĕ. Наталья хĕрĕ Ĕпхÿ хула поликлиникисенчен пĕринче аслă категориллĕ врач-терапевт пулса ĕçлет. Александр ывăлĕ те медицина сферине суйласа илнĕ. Вăл - хирург, травматолог, ортопед. Тĕлĕнмелле ăнăçлă операци тунăшăн ăна ылтăн скальпель парса чысланă. Матвеевсен тепĕр ывăлĕ Югорск хулинче газпа транспорт предприятийĕнче механик пулса ĕçлет. Унăн та наградисем чылай. Юбиляр мăнуксемпе пуян. Вĕсем Матвеевсен - улттăн.
Чăн та, ĕç çынна мухтава кăларать. Çынна ырă туни ырăпа таврăнать. Сире, Владимир Иванович, пурнăç тумхахĕсене çĕнтерсе малалла утма çирĕп сывлăх, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал, иксĕлми телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
Сименкке шкул коллективĕ ятĕнчен Светлана ИГНАТЬЕВА.
Пелепей тăрăхĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Биологи наукисен докторӗн Альберт Ризвановăн сăмахӗсем тăрăх, коронавирус эпидемийӗ — нимпе уйрăлса тăман пулăм. Лару-тӑру çӗнӗ мар, кун пек япаласем çулран-çул тӗрлӗрен масштабпа пулса иртеççӗ. Ку чухне карантин мелӗсене тытса пыни пӗлтерӗшлӗ тата лару-тӑрӑва тимлени.
«Çак тапхăрта хальхи эпидеми — стандартлă лару-тăрура иртет, вăл хăрушă мар. Грипп кашни çул сарăлать», — тенӗ Ризванов журналистсене. Ун сӑмахӗпе, Китай эпидемие чарас тесе йышӑннӑ мерăсем çителӗклӗ.
«Сувар».
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
2019 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ял таврашĕнче пурăнакан ĕçлемен пенсионерсен‚ ял хуçалăхĕнче вăй хунин пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 30 çул пулсан‚ страхлав пенси укçин виçи 25% ÿсĕ.
Пĕтĕмĕшле ял хуçалăхĕнчи ĕç стажне шутласа кăларма ĕç‚ производство‚ професси‚ должность‚ специальность списокĕсемпе усă курĕç. Списока Раççей Федераци Правительствин постановленийĕпе çирĕплетнĕ.
Ял çыннисене‚ организацисемпе учрежденисенче ĕçлекеннисене (шкулта‚ ял Канашĕнче‚ фельдшерпа медицина пункчĕсенче тата ыт.) асăннă тÿлев укçи парăнмасть. Ял хуçалăх отраслĕнчи ĕç стажĕ 30 çул пур пенсионерсен‚ вĕсене ĕç кĕнекине çырса палăртман пулсан та‚ кирек хăш вăхăтра та тепĕр хут тÿлев укçине шутласа кăларма Раççей Пенси фончĕн вырăнти управленине хушма документсем илсе килме пултарĕç. 2019 çулта (январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен – декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен) хушма документсене илсе килнисене çул пуçламăшĕнченех тепĕр хут шутласа парĕç. Укçисене «çухатмасăр» вăхăтлă аллисене илсе пырĕç. 2019 çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕ хыççăн Пенси фондне заявлени çырнисене укçа-тенке тепĕр уйăхăн 1-мĕшĕнчен шутласа парĕç.
Раççей Пенси фончĕн Правлени членĕ‚ Пенси фончĕн Пушкăртстанри уйрăмĕн ертÿçи Фоат Хантемиров сăмахĕсем тăрăх‚ Пушкăртстан Республикинче 51 пин ял çыннин (вĕсен ĕç стажĕ кирлĕ чухлĕ тата паянхи кун ĕçлемеççĕ) çÿлерех палăртнă тÿлев виçи ÿснĕ. Кăçалхи январь уйăхĕнчен пуçласа кашни уйăхра илсе тăракан тÿлев укçин виçи 1333‚54 тенкĕпе танлашĕ. Асăннă тÿлеве заявлени çырманнисем те илĕç.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Республикăра çулленхи «Çулталăк вӗрентекенӗ» конкурс пуçланчӗ. Кăçал çӗнӗлӗх те пур, уйрăм номинацие тăван чӗлхе тата литература вӗрентекенӗсем хутшăнма пултараççӗ. Конкурс малтан Тутарстанăн кашни районӗнче иртет. Анат Камăра 34-мӗш номерлӗ гимнази-интернатăн чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Людмила Петровна Ильгузина та район конкурсне хутшăнчӗ. Мастер-класс, 4-мӗш класс ачисемпе «Кашкăр» темăпа урок кăтартрӗ. Чи...
❮
❯
Республикăра çулленхи «Çулталăк вӗрентекенӗ» конкурс пуçланчӗ. Кăçал çӗнӗлӗх те пур, уйрăм номинацие тăван чӗлхе тата литература вӗрентекенӗсем хутшăнма пултараççӗ. Конкурс малтан Тутарстанăн кашни районӗнче иртет.
Анат Камăра 34-мӗш номерлӗ гимнази-интернатăн чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Людмила Петровна Ильгузина та район конкурсне хутшăнчӗ. Мастер-класс, 4-мӗш класс ачисемпе «Кашкăр» темăпа урок кăтартрӗ. Чи нумай балл пухса конкурсăн виççӗмӗш турне тухса педканаш та ирттерчӗ (хаçата пичете панă чух виççӗмӗш турăн пӗтӗмлетӗвӗсем паллă марччӗ-ха. - Ред).
Аслă вӗрентекенӗмӗр чăваш çӗршывне «çӗр пин юрă, çӗр пин тӗрӗ çӗршывӗ» тенӗ. Апла пулсан çӗр пин юрра, çӗр пин тӗрре, çӗр пин сăмаха ачасем патне çитермелле, вӗсене чăваш халăхӗн йăли-йӗркипе паллаштармалла, çутçанталăкпа килӗштерсе пурăнма вӗрентмелле. Çак тивӗçе пурнăçлать те Людмила Ильгузина. Кашни кун ун çине темиçе мăшăр куç çӗннине кӗтсе пăхать. Людмила Петровна урока яланах тӗплӗн хатӗрленет. Ӗçре çӗннине вӗçӗмсӗр шырать, тӗрлӗ меслетсемпе, мелсемпе туллин усă курать. Ун пек пултаруллă учительсем пурри гимнази аталанăвне ӳсме пулăшать.
Эпир хулапа район конкурсне хутшăнса тӗрлӗ енлӗ пултарулăхне ăста кăтартнăшăн Людмила Петровна Ильгузинăна саламлатпăр, виççӗмӗш турта çӗнтерсе финала тухма ăнăçу сунатпăр! |
Юрий Ефимов механизатор тырă пухса кĕртекен комбайнсем хыççăн уй-хире хăйĕн суха агрегатне илсе тухнă. Опытлă специалист, хăйĕн ĕçĕн профессионалĕ. Ахальтен мар ăна хуçалăх 3,5 млн ытла тенкĕлĕх туяннă çĕнĕ „Джон Дир” трактор шанса панă.
- Техника хăватлă, шанчăклă. Унпа ĕçлесси – киленÿ çеç. Ку уй-хирте тепĕр çул сахăр кăшманĕ акмалла, - каласа парать вăл. – Çавăнпа та плуга суха тарăнăшне технологи тăрăх 35 сантиметр таран тумалла майлаштартăм. Çĕр кирлĕ пек кантăр. Çитес çул çĕнĕ тухăç пама!
Вăхăт хаклă. Тепĕр минутранах трактор вырăнтан хускалать. Ун хыççăн çаврăнăшлă плугсем йывăр сийсене çăмăллăн тата пĕр тикĕссĕн çавăрса сухалаççĕ, унчченхи ылтăн пусă хура тĕслĕ пулса юлать. Пĕр смена вăхăтĕнче механизатор 15 гектар таран сухалать. Ĕç нумай. Хуçалăхра ку кĕркунне 1500 га яхăн лаптăк сухалама планлаççĕ, вĕсенчен 500 – отваллă мелпе.
В. АЛЕКСЕЕВ.
Комментари
Юрий НИКОЛАЕВ, ял хуçалăх управленийĕн главнăй инженерĕ.
- Районта 2020 çулхи тухăç валли çĕртме сухалас енĕпе уйăхлăх малалла пырать. Кăçал районти ялхуçалăх предприятийĕсем 45 пин га лаптăк çинче çĕртме сухалама планланă, вĕсенчен 19,5 пин га – отваллă суха, 9,9 пин – тарăн кăпкалатни тата 15,6 пин га – чи сахал ĕçлесе хатĕрлени. Август вĕçĕ тĕлне 7000 га лаптăк çĕртме сухаланă, ку планланă калăпăшран 15 процента яхăн пулать.
Маларах тунă çĕртме сухалакан сие палăрмалла лайăхлатать, унăн физикăлла паллисем тата шыв сăхаслăхĕ активланать. Кĕркунне сухаласан тăпран азот тата тутлăхлă япаласем пухас тата ирĕлекен юртан, çумăрсенчен нÿрĕк çăтас пултарулăхĕ ÿсет.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать |
Хисеплĕ вулакансем, енчен те эсир «Урал сасси» хаçата 2020 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн çырăннă пулсан квитанцине редакци адресĕпе ярса пама васкăр.
Çырăнтару кампанин пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх редакци лотерея вылявĕ ирттерет. Кун пирки эпир хаçатăн иртнĕ номерĕсенчен пĕринче çырса пĕлтернĕччĕ. Тĕп приз - электричество мясорубки. Унсăр пуçне хуçалăхра кирлĕ ытти вак-тĕвек япаласем те вылянĕç. Лотерея вылявне хаçата август уйăхĕнчен илме çырăннисем те хутшăнĕç. Кăларăма август уйăхĕнчен илсе тăмалла çырăнса илес тесен июль уйăхĕн 20-мĕшчен почта уйрăмне çитмелле çеç. Хаçат хакĕ пилĕк уйăха 387 тенкĕ. Каярах вара сентябрь, октябрь тата ытти уйăхсенчен те илсе тăма май пулĕ. Сиртен квитанцисем кĕтетпĕр. Пурне те ăнăçу сунатпăр. Лотерея вылявĕ «Урал сасси» хаçат редакцийĕнче июль уйăхĕн 29-мĕшĕнче, 15-00 сехетре иртет. Кăмăл тăвакансем килсе курма пултараççĕ.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Тăлăх ачасене тата ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасене социаллă пулăшу парас енĕпе хушма гарантисем çинчен федераллă закона пурнăçласа, район администрацийĕнче августăн 22-мĕшĕнче тата виçĕ тăлăх ачана çĕнĕ çурт-йĕр уççи панă.
Тирпей-илем кĕртнĕ хваттерсен уççине район администрацийĕн пуçлăхĕ З.Я.Идрисов панă.
2019 çулта тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме федераллă тата республика бюджетĕнчен 7 млн тенкĕ ытла уйăрса панă. Çак укçа-тенкĕпе ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă çичĕ ачана тивĕçтерĕç.
Район админитрацийĕн материалĕсенчен.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать |
Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнче пурăнакан юратнă та хаклă мăшăра‚ аттене‚ уçă кăмăллă та вашават асаттене‚ кукаçиеГригорий Иванович КИРИЛЛОВА85 çулхи юбилей ячĕпе!
Хаклă çыннăмăр Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнче çуралнă ÿснĕ‚ унтах пурăнать. Çак кунсенче вăл 85 çулхи юбилейне паллă тăвать. Григорий Иванович 1934 çулхи февраль уйăхĕн 6-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Анчах ял Канашĕнче ăна кăштах «çамрăклатнă» тепĕр кунпа‚ ноябрь уйăхĕн 6-мĕшĕпе‚ çырса хунă.
Унăн ашшĕ Иван Александрович 1944 çулта вăрçă хирĕнче пуçне хунă. Çавăнпа атте икĕ пиччĕшĕпе тата аппăшĕпе çурма тăлăх ÿснĕ. «Вăрçă вăхăтĕнче пурăнма йывăр пулнă‚ анчах та эпĕ хамăн ачасене ыйткаласа çÿреме кăларса яман»‚ – тенĕ унăн амăшĕ Ольга Никифорова. «Пирĕн анне питĕ вăйлă çын пулнă» тесе мăнаçланать ветеран.
Григорий Иванович çамрăк çулĕсенче платник пулса тăрăшнă. Чылай çуртсен хуçисем паянхи кунччен ăна тав тăваççĕ. Аслăрах çулсенче вара лесникра ĕçленĕ. Вăл вăрман çĕнетнĕ‚ хирсене хÿтĕлекен йывăçсем лартма мероприятисем йĕркеленĕ.
Григорий Ивановичпа унăн мăшăрĕ Мария Николаевна икĕ хĕрпе тăватă ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсем Тăван çĕршывăн тивĕçлĕ çыннисем пулса тăнă. Паянхи кун юбиляра мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ.
Г.И.Кириллов хăй пурнăçĕнче Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене‚ тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ. Вĕсен шутĕнче: «Тăххăрмĕш пилĕкçуллăх ударникĕ»‚ «Вун пĕрмĕш пилĕкçуллăх ударникĕ»‚ «Коммунизмла ĕç ударникĕ»‚ «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăсем тата «Вăрçă ачисем» медаль.
Эпир Григорий Иванович Кириллова‚ мăн асаттепе кукаçие‚ асаттепе кукаçие‚ аттене илемлĕ юбилей ячĕпе чунтан саламлатпăр. Ăна çирĕп сывлăх‚ нумай савăнăç тата кашни кун ырă хыпарсем илтсе пурăнма сунатпăр.
Ăшă салампа – ачисем‚ мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
(Андрей Михайлов. В.Кузьмин сăнӳкерчӗкӗ). «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче çак кунсенче иртнĕ Раççей кубокĕнче çĕнтернисене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Наталья Гольц, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, ЧР кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн ертӳçи Алексей Лапшин, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков...
❮
❯
(Андрей Михайлов. В.Кузьмин сăнӳкерчӗкӗ). «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче çак кунсенче иртнĕ Раççей кубокĕнче çĕнтернисене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Наталья Гольц, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, ЧР кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн ертӳçи Алексей Лапшин, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков саламларĕç.
Кавир çинче хĕрӳ тупăшу пулчĕ. АПШ, Эстони, Казахстан, Монголии, Испани çĕршывĕсенчен тата Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ 150 спортсмен 8 ушкăнра вăй виçрĕç. Призерсен йышне пирĕн ентешсем те лекрĕç. Канаш районĕн хĕрĕ Надежда Федорова 48 килограмлă виçере Олимп вăййисен чемпионкипе Виктория Энтонипе /АПШ/ кĕрешрĕ, анчах ăна парăнтараймарĕ. Вăл кĕмĕл медале тивĕçрĕ. Çак виçерех Канаш районĕнчи Шăхасанта çуралса ӳснĕ Алина Морева, хальхи вăхăтра Брянск облаçĕнче пурăнать, «бронзăллă» пулчĕ.
Çĕрпӳ хĕрĕ Анастасия Яковлева /тренерĕ - Ольга Смирнова/ виççĕмĕш вырăна тухассишĕн тупăшрĕ. 63 килограмлă виçере Ульяновск облаçĕнче пурăнакан чăваш хĕрĕ, 2016 çулта Олимп вăййисене хутшăннă Инна Тражукова бронза çӗнче илчӗ. |
(Ирина Трифонова) Пӗр-пӗр паллă çынпа ăнсăртран тӗл пулсан хăш чухне çухалса каятăн. Халиччен телевизор экранӗ çинче кăна курнă çын, акă, сан çумăнта чӗрӗ те сывă тăрать. Мӗн каламалли те тӳрех тупăнмасть. Ăна та вуншар мăшăр куç тимлӗн сăнанине чăтма çăмăл мар. Сергей Маховиковпа ăнсăртран лифт кӗтнӗ чух тӗл пултăмăр. Ку...
❮
❯
(Ирина Трифонова) Пӗр-пӗр паллă çынпа ăнсăртран тӗл пулсан хăш чухне çухалса каятăн. Халиччен телевизор экранӗ çинче кăна курнă çын, акă, сан çумăнта чӗрӗ те сывă тăрать. Мӗн каламалли те тӳрех тупăнмасть. Ăна та вуншар мăшăр куç тимлӗн сăнанине чăтма çăмăл мар. Сергей Маховиковпа ăнсăртран лифт кӗтнӗ чух тӗл пултăмăр. Ку Хусанти кинофестивале уçнă кун пулса иртрӗ. Юлташăмпа пиллӗкмӗш хутра вырнаçнă ресторана хăпарма лифт кӗтсе тăратпăр, черет вăрăм. Чи малтан фестивале хутшăннисене, хăнасене, вара тин журналистсене кӗртеççӗ. Хӗрсе калаçакан халăх тăруках шăпланчӗ. Çаврăнса пăхрăм та хыçра Сергей Маховиков тăра парать. Раççейӗн паллă киноактерӗ, пин-пин çын кумирӗ - çумрах! Пуринпе пӗрле лифт кӗтет, чышкаланмасть, маларах кӗртсе яма ыйтмасть. Çак самантра унпа нумайăшӗ сăмах пуçласшăнччӗ пулӗ, анчах аванмарланчӗç пулмалла.
- Сергей Анатольевич, иртӗр маларах! Юлташсем, паллă актера çул парăр! - терӗ лифт ӗçне пăхса тăракан хӗр. Халăх çул турӗ, актера ирттерчӗ. Кӗçех вăл пирӗнпе танлашрӗ. Темле майпа сисмесӗрех эпир унпа калаçса кайрăмăр.
Лифт та килсе чарăнчӗ. Администратор актера чӗнсе илчӗ. Пире вара каярах хăпаратăр тесе чарчӗ.
- Вӗсем манпа, эпир калаçăва вӗçлемерӗмӗр-ха, - терӗ Сергей Маховиков кӗтмен çӗртен. Иккӗ чӗнессе кӗтмесӗрех эпир лифт ăшне чăмрăмăр. Эх, мӗн чухлӗ çын ăмсанса пăхса юлчӗ пире...
Вырăссем чăрсăрлăх иккӗмӗш телей тесе ахальтен каламаççӗ пуль.
Кинофестивалӗн программипе маларах паллашнипе Сергей Маховиковăн творчествăлла каçӗ пулассине пӗлеттӗм-ха. Унта актер хăй чӗнни вара пирӗншӗн пысăк чыс пулчӗ. Хавхалансах кайрăмăр тӗлпулăва.
Сергей Маховиков телеэкран çинче кăна мар, пурнăçра та çав тери илӗртӳллӗ, пысăк чӗреллӗ çын пулчӗ. Унран темле ăшă тапса тăрать. Килчӗ те - хусансен чӗрисене ӗмӗрлӗхех «вăрларӗ» пулмалла. Икӗ сехет ытла пынă тӗлпулура вăл юрларӗ, сăвă вуларӗ, ӗçӗ çинчен каласа пачӗ.
Сергей Маховиков совет тата Раççей актерӗ, кинорежиссер, харпăр юрăсен авторӗ тата юрлаканӗ, сценарист тата телеертӳçӗ. Вăл 1963 çулхи октябрӗн 22-мӗшӗнче Ленинградра çуралнă. Шкултан вӗренсе тухсан, М.В.Фрунзе ячӗллӗ ВВМУн штурман факультетне вӗренме кӗнӗ. Унтан Çарпа механика институчӗн «Ракеты» уйрăмне куçнă. Çакăнта вӗренсе дипломлă специалист пулса тăнă пулсан, тен, паянхи кун, эпир Маховиков актера пӗлместӗмӗр те. Телее, пӗрремӗш курс хыççăн института пăрахать, 1983 çулта ЛГИТМИКа актер факультетне вӗренме кӗрет. Кунта вăл СССР халăх артисчӗн Игорь Горбачевăн курсне лекет. Иккӗмӗш курсран пуçласа Александрийский театрӗнче выляма пуçлать. Пӗр вăхăтрах вăл М.В.Сулимов патӗнче режиссер ӗçне вӗренет. Маховиковăн кинорольсем çав тери нумай, вулакансем ăна ытларах «Слепой», «Сармат», «Мы из будущего», «Время жестоких», «Дом с лилиями», «Громовы», «Тихая застава», «Наркомовский обоз» кинокартинăсем тăрăх пӗлеççӗ. Сăмах май, «Тихая застава», «Слепой» киносен режиссерӗ Сергей Маховиков хăй, сценарине те хăех çырнă.
Тӗлпулу Хусанти «Родина» кинотеатрта иртрӗ. Зал лăк тулличчӗ, хусансемсӗр пуçне ют çӗршывсен кинематографисчӗсем те нумайăн килнӗччӗ.
Мероприяти Маховиков ӳкерӗннӗ чи паллă киносен роликӗсене кăтартнипе пуçланчӗ. Сăмах май, актерăн фильмографийӗнче 50 кинокартина ытла, унсăр пуçне 11 документлă кино ӳкернӗ çӗре режиссер пек хутшăннă.
- Шел, ролике пӗтӗмпех кăтартмарӗç. Унта обществăлла пурнăçпа çыхăннă япаласене те кăштах кӗртнӗччӗ.
Тӗрӗсех, Сергей Маховиков пурнăçри тӗрӗсмарлăхсем çине сӳрӗккӗн айккинчен пăхса тăракан çын мар. Хăй вăхăтӗнче вăл (2014 çул) «Патриоты России» парти шутӗнче Мускав хулин Думине суйланнă. Украинăра пулса иртекен ӗçсем те ăна хумхантараççӗ. 2014 çулта Донбаса гуманитари пулăшăвӗ илсе кайнă, темиçе концерт панă. 2016 çулхи февральте Сирие кайса килнӗ, Раççейӗн çар ӗçченӗсемпе тӗл пулнă. Сергей Маховиков çын хуйхине ăнланакан çын. Ун пурнăçӗ ялан ăнса та тикӗс пыман. Хаяр чирпе кӗрешнӗ вăхăтсем, пурнăçпа вилӗм хушшинче пулнă самантсем пулнă унăн, анчах чире çӗнтерме пултарнă. Ун хыççăн çӗнӗрен пурăнма вӗреннӗ, юратнă ӗçне таврăннă. Спортпа туслă, карате, дзюдо кӗрешӗвӗсене алла илнӗ, фехтованипе интересленет, теннисла вылять. Тен çавăнпа та, кинорольсем питӗ ӗненмелле те чăн-чăн пулса тухаççӗ.
Кино карьери пирки калас пулсан, унăн вăл 1994 çулта пуçланнă. «Простодушный» фильмра Геркулес де Керкабон рольне вылять. Çамрăк, илемлӗ, вырăс Брэд Пичӗ теме пулать. Сергей Маховиков киносенче ытларах ырă сăнарсене вылять, тӗрӗссипе, начаррисем шутласан та пуçа килмеççӗ. Киносенче актера чăн-чăн арçын, юлташ, патриот ролӗсенче куратпăр.
- Юлташ актерсенчен нумайăшӗ: «О-о, эпӗ япăх сăнарсене выляма кăмăллатăп, интереслӗрех. Ырри вăл темле тӗссӗр, «тăварсăр», кичем выляма», - теççӗ. Эпӗ урăхла шутлатăп. Усал вăл, чăнах та, янравлă, хăй пирки хыттăн кăшкăрса пӗлтерет, чăн паттăрлăх вăл - шăп, кăшкăрашмасть, пархатарлă. Выляман çар çыннисем юлмарӗç пуль ӗнтӗ ман, лейтенант та, майор та, полковник та пур пухмачра. Халь генерала выляма сӗнеççӗ. «Мана иртерех-ха генералсене выляма. Эпӗ çамрăк, парăр пӗр-пӗр лейтенанта е майора», - тетӗп режиссерсене (кулать). Тӗрӗссипе, эпӗ комеди, водевиль актерне вӗреннӗ. Çавăнтан пуçланă та. Каярахпа кăна герой пулса тăтăм (кулать). Хальхи вăхăтра театрта комедире вылятăп. Акт пуçланнă хыççăн пӗр пилӗк минут никам та кулмасть. Шутлаççӗ пуль: «Ăçта унăн автомачӗ, мӗншӗн шӳтлет?» Каярахпа тин чарма çук кулма тытăнаççӗ. Пурнăç кулса иртет пуль тенӗччӗ, пулмарӗ. Пӗтӗм пурнăç автоматпа иртет, - терӗ актер творчествăлла биографийӗпе паллаштарса.
«Наркомовский обоз», «Тихая застава» киносемпе уйрăмах мăнаçланни пирки каларӗ актер. Ун шучӗпе, иккӗшӗ те лайăх картинăсем. Сăмах май, юлашки ӗçӗпе Маховиков темиçе преми илнӗ, çав шутра Раççейӗн Федераллă хăрушсăрлăх службинчен те. Çак киносемпе çыхăннă ыйтусем куракансенчен нумай пулчӗç. Хăш-пӗрне «Нарокомовский обозра» унăн сăнарӗ мӗншӗн испансен юррине юрлани интереслентерчӗ.
- Пирӗн çемьере паллă вырăс халапçи Сергей Козлов пурччӗ. Питӗ нумай мультфильма унăн халапӗсем тăрăх ӳкернӗ, - терӗ вăл шухăшсен çăмхине сӳтсе. - Сăмахран, «Ежик в тумане», «Львенок и черепаха» мультфильмсем... Пӗррехинче ун патне хăнана кайсан пичче мана юрласа пама ыйтрӗ - «Облака, белогривые лошадки» юрра. Итлерӗ те, унтан: «Пӗлетӗн-и, Сережа, ача-пăча юррине те эсӗ çар юрри пек юрлатăн», - терӗ. Сергей Маховиков тăванӗ пирки юратса калаçрӗ, пулса иртнӗ самантсене ырăпа асăнчӗ. «Облака, белогривые лошадки» юррине кунта та юрларӗ, тӗрӗсрех каласан, пӗрле юрларăмăр. - Испансен юрри тесен... Ак шутлăр, вăрçă пырать, вăл арçынсене те хăратать те, кунта хӗр-салтаксем. Кам пӗлет, тепӗр çур сехетрен чӗрӗ пулӗç-и вӗсем? Кăвайт умӗнче пуçтарăнса ларнă эпизодра пачах урăх юрă юрламаллаччӗ, анчах ача чухне анне юрланă испансен сăпка юррине аса илтӗм те хӗрсене лăплантарас тӗллевпе çавна юрларăм. Ăнсăртран çуралнă эпизода режиссер хăварма шутларӗ.
Паллах, «Дом с лилиями» телесериал пирки асăнмасăр хăвараймарăмăр. Раççей курканӗсене вăл питӗ килӗшнӗ. Сергей Маховиков унта Михаил Говоров рольне вылять.
- Малтанласа килӗшесшӗн марччӗ ватă Говорова выляма, анчах калаçтарчӗç. Унта манăн хӗр 11 çулти Анастасия та ӳкерӗнчӗ, вăл Михаилăн хӗрне Лильăна вылярӗ, ку унăн кинори пӗрремӗш опычӗ пулчӗ. Çапах мухтас килет: вăл манран самай лайăхрах вылять. Режиссерпа та хăй тӗллӗнех калаçрӗ, икӗ профессионал пек пуплерӗç вӗсем. Ман пулăшу кирлех те пулмарӗ, хушша кӗме тăрăшмарăм та, - терӗ вăл ытарлăн кулса. - Ак, пӗр эпизода илер. Унта Анастасийăн, кинора Лильăн ӗнтӗ, садра чечексене шăварса вӗсемпе калаçмалла. Анчах мӗнле? Режиссер пуç ватма пуçларӗ. Эпӗ вара Настьăна пукане тыттартăм та: «Ме, лартса хур та ăна чечексем хушшине, калаç», - терӗм. Тӗлӗнсе каймалла, Настя пуканене лартрӗ те ăна чечексем çинчен каласа пама пуçларӗ, темтепӗр шутласа кăларчӗ. Кадрсем те аван пулса тухрӗç, анчах кинора пысăккăн та, инçетрен те ӳкермелле, каллех çав текста пӗр сăмах сиктермесӗр каласа памалла, тата çырни те çук вӗт, йăлт хăй шутласа кăларчӗ. «Настя, тепӗр кадрта та çавнах калама тивет, пултаратăн-и, сăмахусене астăватăн-и?» - ыйтатăп унран. «Пултаратăп, астăватăп», - терӗ вăл лăпкăн. Темиçе кадр та турăмăр, Анастасия пӗр сăмахра та такăнмарӗ. Вăт çапла.
Сергей Маховиковăн режиссерсемпе мӗнле ӗçлени те пире интереслентерчӗ. Уйрăмах Сергей Говорухинпа, вӗсем иккӗшӗ «Никто, кроме нас» фильмпа ӗçленӗ. Шел те, талантлă режиссерăн ӗмӗрӗ кӗске пулчӗ.
- Сергей Говорухина тахçантанпах пӗлетӗп, çывăх юлташсемччӗ эпир. Пултаруллă та талантлă çынччӗ вăл. Унăн смсӗсем халӗ те упранаççӗ, пăсма алă çӗкленмест, пăсас та килмест. Виличчен темиçе кун маларах кăна вăл хăйӗн пӗр сăввине ярса пачӗ. Темиçе йӗркине вуласа парас килет:
«Войной рожденные поэты
Не возвращаются с войны.
Я между тем и этим следом,
Отныне быть определен». Сăвви вӗçӗнче çапла çырнăччӗ: «Сергей, май пулсан, юрра хыв-ха». Темиçе хутчен те алла гитара тытса çырма пикентӗм. Çыраймарăм-ха. Çапах пӗлетӗп: хăçан та пулин çуралатех. Пурăннă пулсан Сергей чаплă кинематографист пулса тăратчӗ. Вăл чун-чӗре витӗр кăларса ӳкеретчӗ. Ман шутпа, чун çутă та таса пулмасан, тӗнпе вăрçă темисене тытмалла та мар. Сергей пултаратчӗ. Чунӗ уçăччӗ унăн, тӗрӗсмарлăха чăтма пултараймастчӗ, çавăнпа вăрçа та хушнипе мар, хăй ирӗкӗпе тухса кайрӗ. Юлашки ӗçӗ «Жизнь людей» фильмпа çыхăннăччӗ. Вӗçлерӗ ăна, анчах экран çине тухнине кураймарӗ. Премьери Кино çуртӗнче пулчӗ, ашшӗ Станислав Говорухин килнӗччӗ. Вӗçне çити лараймарăмăр, йывăрччӗ, туртма тухрăмăр, - терӗ Сергей Маховиков юлташне асăнса. - Ӗçлеме çăмăлччӗ унпа. Шӳтлеме те, хăйӗнчен тăрăхлама та пӗлетчӗ, бомбăсем пăрахнă вăхăтра та култарма пӗлетчӗ, вилӗмле хăрушлăхран та хăрамастчӗ. Хăравçă пулман вăл нихăçан та. Кунта унăн амăшӗ ӗçленӗ, çавăнпа Хусанта Сергей Говорухина халалласа бюст лартсан аван пулмалла.
Тӗлпулура актер нумай юрларӗ, сăвăсем вуларӗ, анекдотсем каласа та култарчӗ, ача чухне юратнă «кавказские» шоколада та аса илчӗ. Сăвăсем тесен, Сергей Маховиков ăна чуна витермелле вулать, таçта шалта пытаннă туйăмсене туртса кăларать.
Залран панă кашни ыйтăва хуравлама тăрăшрӗ вăл. Актер ӗçӗ пӗлменнишӗн кăна çăмăл пек туйăнать. Кинори сăнара, тӗрлӗ йывăрлăхсене хăв урлă кăларма çăмăл мар. Сьемкăсем шартлама сивӗре те, шăрăхра та, йӗпе-сапара та пулаççӗ, картина вăрçă çинчен-тӗк, кунта теме те чăтма тӳр килет, ытлашши эмоцисенчен хăтăлма та йывăр. Мӗнле канать-ха Маховиков? Актер каланă тăрăх, ку чухне ăна вӗри чей, мунча, юлташсемпе чуна уçса калаçни пулăшать тата музыка.
Актерăн ӗмӗчӗсем лайăх комеди ӳкерессипе çыхăннă.
- Шел те, халӗ ытларах анекдотсем ӳкереççӗ, комеди мар, - терӗ вăл кун пирки.
Тӗлпулура хальхи кино проблемисем пирки те калаçрăмăр. Сергей Маховиков шучӗпе, лайăх киносене анлă проката кăларассине, телевиденире ытларах вырăн уйăрассине Правительство шайӗнче татса памалла.
- Шел, телевидени хăйӗн çутӗç функцийӗсене çухатрӗ. Мӗн тумалла? Кашнин хăйӗн шайӗнче те пулин ачасене ăссăрланса пыма памалла мар, килте те пулин лайăххине, ыррине сӗнмелле. Нумайăшӗ паян кинотеатрсене тинейджерсем кăна çӳреççӗ тесе шутлать. Çавăнпа киносене те «ухмахраххисене» ӳкермелле теççӗ. Анчах çав тинейджерсем ыран аслă çултисем пулса тăраççӗ. Культура та çӗршывăн оборони пулса тăрать. Çӗршыва аркатма йывăр мар ăна, культурăпа, театрсемпе, кинопа, ачасемпе ӗçлеме пăрахни те çителӗклӗ. Çавăнпа чи малтан ачасене тӗрӗс воспитани парас тесе тăрăшмалла. Тӗлпулăва çăмăлрах темăпа вӗçлес тесшӗнччӗ те, анчах кун пирки калаçмасăр май çук, - терӗ Сергей Маховиков.
Юлашкинчен вăл унăн репертуарӗнче «От Пушкина до Высоцкого» поэзилле моноспектакль пуррине пӗлтерчӗ. Хусан влаçӗсем, филармони е пӗр-пӗр театр чӗнсен килессине пӗлтерчӗ. |
Январь уйăхĕн 25-мĕшĕнче 19 сехет те 20 минутра «Уфаоргсинтез» заводăн территорийĕнче уçă лапамри резервуар газ кăларнине пула икĕ савăт (пĕри çурăлса кайнă) çунма пуçланă. Пушар пуçланнă чухне предприятин командăпа управлени центрĕнче (ЦКУ) - 18 çын, машина залĕнче 25 çын ĕçленĕ пулнă. Вĕсем вăхăтра пăрăх тăрăх килекен бензина тата топливăна чарма пултарнă.
Январь уйăхĕн 25-мĕшĕнче 19 сехет те 20 минутра «Уфаоргсинтез» заводăн территорийĕнче уçă лапамри резервуар газ кăларнине пула икĕ савăт (пĕри çурăлса кайнă) çунма пуçланă. Пушар пуçланнă чухне предприятин командăпа управлени центрĕнче (ЦКУ) - 18 çын, машина залĕнче 25 çын ĕçленĕ пулнă. Вĕсем вăхăтра пăрăх тăрăх килекен бензина тата топливăна чарма пултарнă.
Вут-çулăма пĕтĕмĕшле тепĕр кунхине 6 сехет те 33 минутра (вун пĕр сехет иртсен) сÿнтерме тÿр килнĕ. Пурĕ çак ĕçе пурнăçлама 127 çын хутшăннă, 44 техника явăçтарнă.
Пушар йывăрлăхĕпе тата хăрушлăхĕпе тăваттăмĕш рангпа танлашнă. Инкек вăхăтĕнче пĕр çын вилнĕ, тепри суранланнă. Ăна малтан Ĕпхÿри 21-мĕш номерлĕ больницăна вырнаçтарнă, каярах метанпа водород фракциллĕ газпа наркăмăшланнине пула токсигологи уйрăмне илсе çитернĕ.
Заводра пулса иртнĕ инкек хыççăн таврара сывлăш вараланнине тĕрĕсленĕ. ПР Граждăнла хÿтĕлев мероприятийĕсене ирттерекен службăн химик-дезометрисчĕ Айнур Закиров каланă тăрăх, сывлăш тасамарлăхĕн концетрацийĕ виçерен иртсе кайман, çынсемшĕн сиен çук.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Анатолий Аксакова çак кунсенче РФ Правительство пуçлăхӗн Дмитрий Медведевăн указӗпе П.А.Столыпин медалӗпе чысланă. РФ Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ çак наградăна ҫӗршывӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне витӗм кӳрекен законсем йышӑнассипе тухӑҫлӑ ӗҫленишӗн тивӗçнине хыпарлать Чăваш халăх сайчӗ. 2017 ҫулхи ҫурхи...
❮
❯
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Анатолий Аксакова çак кунсенче РФ Правительство пуçлăхӗн Дмитрий Медведевăн указӗпе П.А.Столыпин медалӗпе чысланă. РФ Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ çак наградăна ҫӗршывӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне витӗм кӳрекен законсем йышӑнассипе тухӑҫлӑ ӗҫленишӗн тивӗçнине хыпарлать Чăваш халăх сайчӗ.
2017 ҫулхи ҫурхи сессие илсен Анатолий Аксаков саккун проекчӗсем хатӗрлессипе пуринчен ирттернӗ иккен. Ҫиччӗмӗш пухури Дума унăн 13 закон проектне ырланӑ. Анатолий Геннадьевич хăй те ку сессири ӗҫне тухӑҫлӑ тесе хакланӑ. |
Çтерлĕ хулинче пастерилизациленĕ сĕт хакĕ республикăри ытти вырăнтисемпе танлаштарсан чи йÿнни шутланать тесе пĕлтернĕ регионти статистиксем.
Çтерлĕ хулинче пастерилизациленĕ сĕт хакĕ республикăри ытти вырăнтисемпе танлаштарсан чи йÿнни шутланать тесе пĕлтернĕ регионти статистиксем.
Пушкăртстат çирĕплетнĕ тăрăх, январь уйăхĕнче пĕр литр сĕт çак хулара вăтамран 46 тенкĕ те 54 пус тăнă. Çав вăхăтрах республикăри урăх хула-поселоксенче 51 тенкĕ те 19 пуса çитнĕ
Ĕпхÿре вара сĕт хакĕ чи пысăкки шутланать – пĕр литрĕ 52 тенкĕ те 94 пус тăрать. Иккĕмĕш вырăнта – Сибай хули. Кунта пĕр литр сĕтĕн вăтам хакĕ январь уйăхĕнче 51 тенкĕ те 3 пуспа танлашнă. Нефтекамск –виççĕмĕш (50 тенкĕ те 34 пус).
2020 çулхи декабрь уйăхĕнче Пушкăртстанăн тĕп хулинче пĕр литр пастерилизациленĕ сĕтĕн вăтам хакĕ 54 тенкĕ те 79 пуса çитнĕ пулнă. Çав вăхăтрах республикипе ăна тавар туянакан вăтамран 52 тенкĕ те 55 пуспа илнĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
(Ирина Кузьмина. В.Петрова сăнӳкерчӗкӗ). Чăваш классикӗн Петӗр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăввинчи «… каснă, вăтăрнă пире...» сăмахӗсем нихçанхинчен те актуаллăрах пек халӗ, мӗншӗн тесен глобализаци чăваш чӗлхине майпен-майпен çăтни куçкӗрет. Юрать-ха, шкулсенче чăваш чӗлхи учителӗсем пур, вӗсем чӗлхене упраса хăварас тесе капашсăр пысăк ӗç илсе пыраççӗ. Çӗпрел районӗнче те...
❮
❯
(Ирина Кузьмина. В.Петрова сăнӳкерчӗкӗ). Чăваш классикӗн Петӗр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăввинчи «… каснă, вăтăрнă пире...» сăмахӗсем нихçанхинчен те актуаллăрах пек халӗ, мӗншӗн тесен глобализаци чăваш чӗлхине майпен-майпен çăтни куçкӗрет. Юрать-ха, шкулсенче чăваш чӗлхи учителӗсем пур, вӗсем чӗлхене упраса хăварас тесе капашсăр пысăк ӗç илсе пыраççӗ. Çӗпрел районӗнче те ку çаплах, хальлӗхе районти ялсенче ачасем тăван чӗлхепех калаçса ӳсеççӗ-ха. Февралӗн 14-мӗшӗнче кунта районти тăван чӗлхепе литература учителӗсен черетлӗ семинарӗ иртрӗ. Хальхинче вӗрентекенсене Упи вăтам шкулӗ йышăнчӗ. Вӗсем ФГОС ӗçе кӗрсе пынă вăхăтра тăван чӗлхепе литература урокӗсенче тата класс тулашӗнчи уроксенче ачасен пултарулăхне аталантарассине сӳтсе явнă.
«Питӗ вăйлă хатӗрленнӗ Упи шкулӗ семинара, тавах шкул директорне Н.А. Гавриловăна. Вăл пире питӗ ăшшăн кӗтсе илсе семинар вӗçленичченех пирӗнпе пӗрле пулчӗ»,- терӗ районти чăваш чӗлхипе литература методисчӗсен пӗрлешӗвне 5-мӗш çул ертсе пыракан Валентина Николаевна Петрова.
Семинарта тăван чӗлхепе литература учителӗсем: Н.А. Шишкина (Кивӗ Çӗпрелӗнчи 1-мӗш номерлӗ шкул), Г.Н. Сандиярова (Хурăнвар Шăхаль шкулӗ) хăйсен опычӗпе анлă доклад туса паллаштарчӗç пулсан, Упи шкулӗн тăван чӗлхе вӗрентекенӗ Н. А. Сердцева 7-мӗш классемпе Скворцовăн «Ултăк» калавӗ тăрăх уçă урок ирттерчӗ. Л.П. Сердцевăпа пӗрле хатӗрленӗ «Юратусăр пурнăç çук» класс тулашӗнчи урок та çав тери усăллă пулчӗ. Тăван чӗлхене класс тулашӗнчи уроксенче мӗнле аталантарнине уписем «Çăлкуç» ансамблӗн тӗслӗхӗпе кăтартрӗç.
Асăнса хăварар, 2018 çул чăвашсемшӗн И.Яковлев çулталăкӗ. Аслă патриархăмăр çӗпрелсен историйӗнче те паллă йӗр хăварнă, кунта вăл виçӗ шкул уçнă. Вӗсенчен пӗри - Аслă Аксу шкулӗ. Шăпах кунта апрелӗн 13-мӗшӗнче И. Яковлева халалласа регионсем хушшинчи пысăк мероприяти ирттерме палăртнă. Программа анлă пуласса шантарать: шкул ачисен наукăпа практика конференцийӗ, сăвă, ӳкерчӗксен, И.Яковлевăн хайлавӗсем тăрăх пӗчӗк сценкăсен конкурсӗсем пулаççӗ. Кунсăр пуçне мероприятие районти тăван чӗлхепе литература вӗрентекенӗсем те хутшăнӗç. |
Арамей çырулăхĕ, грек евĕрлех, çаплах финики çырăвĕнчен пулса кайса, Тухăç алфавичĕн арамей турачĕн никĕсĕ пулса тăрать (Грек алфавичĕ Анăç алфавичĕсен никĕсĕ шутланать).
Арамей çырăвĕ Çывăх Тухăçра, Çурçĕр Африкăра, Азире паллă алфавитсене, çав шутра арап тата хальхи еврей алфавичĕсене, çаплах Индири тĕрлĕ çырулăхсене (брахми тата каярах деванагари) тата Кăнтăр-Тухăç тата Вар Азири нĕсĕл-алфавичĕсене (çав шутра тай тата монгол çырăвĕсем) никĕслет.
Арамей çырулăхĕ анлă сарални Çывăх Тухăçра пирĕн эрăччен VIII ĕмĕрĕн вĕçĕнчен пуçласа тĕнчери çыру çӳретес тата калаçас ăслайĕ пулнинчен килнĕ, Ахеменсем тапхăрĕнче дипломати чĕлхи тата Ахеменсен империйĕн çырулăхĕ статусне тивĕçет.
Арамей чĕлхе хутлăхĕнче халăх этеп йăли сыхланса юлнă; çапла, мандейсен уйрăм тĕнĕнче (хальхи Иранпа Ирак; темиçе çĕр мандей АПШ-па Австралире пурăнать) арамей чĕлхин мандей диалекчĕпе çырнă таса кĕнекисем упранса юлнă, çак диалекта Турра кĕл тунă чухне те усă кураççĕ, унăн паянхи хормипе, хăш хыпарпа, куллен 1 пин çын Иранра пуплет; урăх иран мандейĕсем фарси, ирак мандейĕсем — арап чĕлхипе сăмахлаççĕ.
VII ĕмĕрти арап çĕнтерĕвĕсем хыççăн халифата туса хурсан сири-арамей диалекчĕсене арап чĕлхи ылмаштарать; çак ĕç-пуç , çапах та, тăсăлăвлă пулать, вăл XV ĕмĕрте çеç вĕçленет. Хальхи пур арамей чĕлхин несĕлĕсем, ассирипе мандей диалекчĕсемсĕр пуçне, Сирири темиçе ялăн (темиçе пин çын, ытларах Христос тĕнĕпе, пурăнать) вырăнти калаçăвĕ пулать.
Сири-арамей литератури тулли анлă, унăн кун-çулĕ пысăк палăртуллă: вăтам ĕмĕрсенчи ислам шухăшĕ хăй вăхăтĕнче ялкăш тапхăрне арамей чĕлхине пула хăпарать, кайран ăна арап чĕлхине авалхи грек философĕсен, уйрăмах Аристотелĕн, ĕçĕсене куçараççĕ. |
Пăлхарти тăлăх тата ашшӗ-амăшӗ пăхман ачасем паян çӗнӗ хваттерлӗ пулнине хыпарлать «Новая жизнь» хаçат. Республика программипе тăвăнакан çурта çӗнӗ технологипе тата çӗнӗ йышши строительство материалӗсемпе усă курса лартнă, пӗтӗмӗшле калăпăшӗ 152,8 тăваткал метр. Çӗнӗ уççа Шабановсен, Карповсен, Борзихинсемпе Куликовсен çемйисене памашкăн Спас район ертӳçи Камиль Нугаев, подряд организацийӗн генеральнăй директорӗ...
❮
❯
Пăлхарти тăлăх тата ашшӗ-амăшӗ пăхман ачасем паян çӗнӗ хваттерлӗ пулнине хыпарлать «Новая жизнь» хаçат. Республика программипе тăвăнакан çурта çӗнӗ технологипе тата çӗнӗ йышши строительство материалӗсемпе усă курса лартнă, пӗтӗмӗшле калăпăшӗ 152,8 тăваткал метр.
Çӗнӗ уççа Шабановсен, Карповсен, Борзихинсемпе Куликовсен çемйисене памашкăн Спас район ертӳçи Камиль Нугаев, подряд организацийӗн генеральнăй директорӗ Рим Сабитов, инженерӗ Ильдар Закиев тата Хӗл Мучипе Юр Пике, халапри ытти персонажсем те килнӗччӗ. Чи пӗчӗккисене Çӗнӗ çул парни пама та манмарӗç.
Илья Шабанов хăйсене çакăн пек пысăк парнепе савăнтарнăшăн ТР Президентне Р.Минниханова, район ертӳçисене тата строительсене тав турӗ. (spas-rt.ru сăнӳкерчӗкӗ). |
Хатĕрленÿ тапхăрĕ вĕçленсе килет. Пĕр нюанс тарса юлнă: Эстетика çулталăкĕн эмблемине суйласа илмелле.
Йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче ПР ЖКХ Министерстви сĕннĕ эмблема макетне халăх умне сÿтсе явма, суйласа илме валли тăратма йышăннă. Эсир сĕннĕ вариантсенчен пĕрне хăвăр суйласа илме е хăвăрăн варианта сĕнме пултаратăр. Хăвăрăн варианта [email protected] электрон почтăпа ярса памалла.
Сасăлав февралĕн 2-мĕшĕччен пырать. Хăвăр сассăра Вконтакте Министерство ЖКХ РБ ушкăнра палăртма пулать.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
( Ирина Кузьмина. А. Геодакян сăнӳкерчӗкӗ).Пурнăçри йывăр лару-тăрури ачасене пулăшакан Фондпа РФ Социаллă хӳтлӗх министерстви ирттерекен «Çулталăк çемйи» Пӗтӗм Раççей конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Кăçал çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен заявка панă 322 çемьрен 82-шӗ «Йышлă ачаллă çемье», «Çамрăк çемье», «Ялти çемье», «Йăла-йӗркене упракан çемье», «Раççейӗн ылтăн çемйи» номинацисенче çӗнтернӗ. Çӗнтерӳçӗсен йышӗнче чăвашсем те...
❮
❯
( Ирина Кузьмина. А. Геодакян сăнӳкерчӗкӗ).Пурнăçри йывăр лару-тăрури ачасене пулăшакан Фондпа РФ Социаллă хӳтлӗх министерстви ирттерекен «Çулталăк çемйи» Пӗтӗм Раççей конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Кăçал çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен заявка панă 322 çемьрен 82-шӗ «Йышлă ачаллă çемье», «Çамрăк çемье», «Ялти çемье», «Йăла-йӗркене упракан çемье», «Раççейӗн ылтăн çемйи» номинацисенче çӗнтернӗ. Çӗнтерӳçӗсен йышӗнче чăвашсем те пур, вӗсем Чăваш Енри Патăрьел районне кӗрекен Чăваш Ишекӗнче пурăнакан Каролинăпа Анатолий Уткинсен çемйи. Йăхташсем «Йышлă çемье» номинацире çӗнтернӗ.
Ноябрӗн 23 тата 24-мӗшӗсенче çӗнтерӳçӗ-çемьесене Мускавра «Измайлово» концерт залӗнче чысланă. Уткинсем çак мероприятие хăйсем кăна кайман, ултă ывăлне те пӗрле илнӗ. Ку çемьере 11 ача ӳсет, вӗсенчен 9-шӗ усрава илнисем. Аслă икӗ хӗрӗ ӳссе çитӗннӗ ӗнтӗ, çемьеллӗ, хăйсем те анне пулнă. Ыттисем вара хальлӗхе ашшӗ-амăшӗпе пӗрле пурăнаççӗ-ха.
Ача усрава илме вӗсене 10 çул каялла пӗчӗк ывăлӗ валли урамра выляма ача çукки хистенӗ иккен. Малтан виçӗ ачана усрава илсе пăхнă. Унтан çул хыççăн çул тата ултă тăлăх кунта хӳтлӗх тупнă.
Уткинсен хуçалăхӗ те пӗчӗкех мар иккен, вӗсем ултă ӗне, пăрусем, хурсем, чăхсем, вӗлле хурчӗсем тытаççӗ. Пысăк çемьере выльăх-чӗрлӗхсӗр пурăнма май çук. Çапла ачасем мӗн пӗчӗкрен ашшӗ-амăшне пулăшма вӗренсе ӳсеççӗ. Чи пысăк йывăрлăх чи малтан амăшӗ çине тиенет, паллах, унăн кунне темиçе хутчен апат пӗçерме, куллен кӗпе-йӗм çума, кил-çурта тирпейлеме тивет-çке. Апла пулин те чăваш хӗрарăмне ку хăратмасть, вăл хăй те йышлă çемьере çитӗннӗ, ӗмӗрӗпех шкулта ӗçленӗ, пӗр сăмахпа, опычӗ пысăк.
Уткинсем Мускавран хавхаланса таврăннă, вӗсем хаклă парнесемпе пӗрле «Çулталăк çемйи - Раççей 2017» хисеплӗ кӗнекене тивӗçнисӗр пуçне Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи çемьесемпе те паллашнă-çке. |
Кашни атте-анне хăйӗн ачине телейлӗ те, сывă курасшăн. Анчах шел, эпир шутланă пек пур чухне те пулмасть çав. Экологи, тӗрӗс мар апатлану нумай чир çуратать. Мӗнле йывăр пулсан та манас марччӗ, чир вăл - приговор мар. Çакна паян Ешӗлвар районӗнчи «Васильевский» санаторире уçăлнă профильлӗ сменăн «уçă алăк кунӗсенче» темиçе хутчен...
❮
❯
Кашни атте-анне хăйӗн ачине телейлӗ те, сывă курасшăн. Анчах шел, эпир шутланă пек пур чухне те пулмасть çав. Экологи, тӗрӗс мар апатлану нумай чир çуратать. Мӗнле йывăр пулсан та манас марччӗ, чир вăл - приговор мар. Çакна паян Ешӗлвар районӗнчи «Васильевский» санаторире уçăлнă профильлӗ сменăн «уçă алăк кунӗсенче» темиçе хутчен те ӗнентерчӗç. Кунта сахăр диабечӗпе чирлекен ачасен «Баллы барс» уйрăм отрядне пӗрремӗш хут пуçтарнине пӗлтерет «Татар-информ» ИА.
Ачасен сывату программи 2007 çултанпа ӗçлет. 2008 çултанпа республикăри диабет чирӗпе аптракан инвалидсен пӗрлӗхӗн вăйӗпе «Марий Чодра» ( Марий Эл) наци паркӗн территорийӗнче «Баллы барс» лагерь сменисене йӗркелеççӗ.
Кăçал вара ТР Президенчӗ Р. Минниханов, ТР Сывлăх сыхлав министрӗ В. Шайхразиев пулăшнипе профильлӗ лагерь йӗркеленӗ. Унăн тӗллевӗ - сахăр диабечӗпе чирлекен ачасене активлă канма майсем туса парасси.
Шел те, çак чирпе аптракан ачасем республикăра сахалăн мар, 700 яхăнах. Ку чир чăнах та шӳте юратмасть, вăхăтра сипленмесен вӗлерме те пултарать. Акă мӗншӗн юнри сахăр шайне тӗрӗслесех тăмалла.
- « Баллы барс» проектра эпӗ тăваттăмӗш хут, - каласа парать отряд представителӗ Марсель Гимадиев. - « Марий Чодра» вăрманӗнче палаткăсенче пурăнма, юхан шыв тăрăх кимӗсемпе ишме питӗ килӗшрӗ. Кунта кану лайăхрах, реабилитаци майӗсем нумайрах, сиплев те пырать тата тутлăрах та çитереççӗ. Маларах паллашнă ачасем нумай кунта. Пӗр-пӗрне яланах пулăшма тăрăшатпăр. Шкулта та ман чире юлташсем йӗркеллех йышăнаççӗ. Япăх пулсан тӳрех пулăшаççӗ. Ку вăл чир мар, пурнăç йӗрки, çавăнпа кунта ытлашши ыйтусем те пулмалла мар. |
Декабрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче çĕрле Абзелил районĕнче пулса иртнĕ çул çинчи инкеке пула виçĕ çул çитмен çамрăкăн пурнăçĕсем татăлнă.
Декабрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче çĕрле Абзелил районĕнче пулса иртнĕ çул çинчи инкеке пула виçĕ çул çитмен çамрăкăн пурнăçĕсем татăлнă.
Вун ултă çулхи Гаяз Х. (кунта тата малалла ячĕсене улăштарнă) хăйĕн ашшĕн «Дэу Нексия» автомобильне ярăнма илнĕ. Паллах, унăн водитель удостоверенийĕ пулман. Машина ăшĕнче Гаязпа пĕрле унăн тусĕсем – 15 çулхи Линиза Г., Данир А. – пулнă. Виççĕшĕ те автомобиль лашапа унăн тихи çине пырса кĕрсе çапăнсан вилнĕ. Водителĕн чĕри васкавлă пулăшу машини çинче тапма чарăннă.
Хальхи вăхăтра Белорецк район больницин тухтăрĕсем тата икĕ пассажирăн – вун улттăри Гульнара В тата вун пиллĕкри Динара Ф.- пурнăçĕшĕн кĕрешеççĕ.
- Çамрăксем сарăмсăр вилнин тĕп сăлтавсенчен пĕри çул çинче хуçасăр лашасем çÿрени пулса тăнă. Эпир хамăрăн командăпа çак инкекпе иккĕмĕш çул кĕрешетпĕр. Туристсене килĕшекен илемлĕ пулăм, чылай чухне пирĕншĕн хăрушлăх кăларса тăратать,- тесе коментари панă Абзелил район администрацин пуçлăхă Ильдар Нафиков синкер ĕç пирки. – Паянхи кун эпир çул çинче лашасем ан çÿреччĕр тесе мĕнпур мелсемпе усă куратпăр. Анчах та çак ыйтупа тивĕçлĕ закон хатĕрлеменни пысăк тата пĕчĕк лаша кĕтĕвĕсен явапсăр хуçисенчен çирĕпрех ыйтма май памасть. Çавна пула вĕсем, районта мобиллĕ ушкăнсем ĕçленине пăхмасăрах, 1 пин тенкĕ штраф тÿленипе лăпланаççĕ. Çакă питĕ те сахал. Явапсăр хуçасенчен хытăрах ыйтмалла тесе шутлатăп.
Çул-йĕр çинче вилĕмпе çыхăннă пăтăрмах пулса иртнĕ пирки ПР Шалти ĕçсен министерстви уголовлă ĕç пуçарнă. Тĕпчев ĕçĕсене район прокуратури ирттерет.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Паллă юрăри «Манăн çулсем – манăн пуянлăх» текен сăнарлă сăмахсем Раиса САРПИ сăвăç пирки те каланăн туйăнăççĕ мана. Мĕншĕн тетĕр-и? Мĕншĕн тесен тăван халăх юратакан тата хисеплекен сăвăç çак кунсенче 70 çул тултарчĕ. Чăнах та сумлă уяв. Нумай çул вăл чăваш поэзийĕн тулăх анине пĕр ÿркенмесĕр сухаласа юрă-сăвăç çимĕçне ÿстерет те вулакана парнелет. «Тăван çĕршывăм Чăвашстан, чунпа та чĕремпе эп сан. Тăван чăваш, эп сан хĕрÿ, сана саватап эп хĕрÿ…» çунатлă йĕркесем çырнă сăвăç, 50 ытла сăвă-юрă-калав-пьеса пуххисен, 400 ытла юрă сăввисен, сцена çине кăларнă теçеткене яхăн пьеса авторĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк поэзийĕн Нежип Фазыл ячĕллĕ тата ытти премисен лауреачĕ Раиса САРПИ пирĕнпе чунне уçса калаçма кăмăл турĕ.
- Раиса Васильевна, поэзи санăн кун-çулунта, кашни утăмунта, кашни сывлăш çаврăмĕнче, тĕлĕкÿсенче, ĕмĕтÿсенче пурăнать. Пĕр сăмахпа, поэзи сана хăйĕн асамлă та çирĕп ытамне ачаранах ярса илнĕ. Ÿт-пĕвӳнти кашни юн тумламĕ поэзин черченлĕхĕпе чĕнтĕрленнĕ. Мана эсĕ поэзисĕр пĕр чĕптĕм самант та пурăнма пултарайманнăн туйăнать…
- Тавах. Кун пек сăмахсене илтме аван, анчах та эпĕ кулленхи пурнăçра ытти çынсем пекех пурăнатăп. Сăвăсем кĕтмен çĕртен аçа-çиçĕм, ăшă çумăр, çил-тăвӑл е çавра çил евĕр килсе чуна тыткăнлаççĕ, пăлхантараççĕ, тĕлĕк урлă та ман пата килеççĕ. Алла калем тыттарса шур хут çине шăрçаланаççĕ. Çырса хума ĕлкĕреймесен вара шухăшсен авăрĕнче таврăнми çухалаççĕ-çĕтеççĕ.
- Пĕрисемшĕн поэзи çÿллĕлĕхри вĕçсе çитейми инçет. Теприсемшĕн вара вăл пушă вырăн… Хăшĕ-пĕришĕн поэзи – пурнăç тытăмĕ, илемĕ тата чун сиплĕхĕ.
- Маншăн поэзи ытти куллен пурнăçлакан ĕç евĕр. Эпĕ поэзи пирки пĕр вĕçĕм шутласа çÿресе пуçа çĕмĕрместĕп. Сăвӑ çырасси маншăн хăйне хăй пулса пыракан пулăм. Çырăннă чухне çырăнать, çырăнман чухне çырăнмасть, çырам-ха тесе чуна ыраттарса, пуçа ватса асапланса çÿреместĕп. Сăвă вара хам сăнанӑ тăрăх, чун туйăмпа тулсан: савăннă е хурланнă чух çуралать. Ытларах чухне сăвă çын сăмахĕ чуна тамăка ывăтсан кÿренÿпе куççуль витĕр сăрхăнать. Çамрăк чухне сăвă йĕркисем юрату вучĕнче çунса шăранса тухнă. Çав сăвăсене паян вуланă чух та пыр пăвӑнса ларать, сывлайми пулатăп, шутласа илетĕп: «Хаспати, мĕнле юратма пултарнă вĕт-ха эпĕ!» Çапла. Кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ. Халь, çуллансан, ытларах халăх шăпи, тĕнчери тăнăçлăх, ачасен, мăнуксен пуласлӑхĕ шухăша пăлхатса алла калем тыттарать.
- Эсĕ хăвăн пĕрремĕш сăввуна шкула кайичченех çуратнă, хураçипе «калаçнă». «Шăллăм ылханĕ» - пичетре кун çути курнă пĕрремĕш сăвву. Эсĕ ăна вунтăваттăра хайланă. Тăван районăн «Авангард» хаçачĕ сана поэзи тĕнчине çул уçса панă. Эппин литература саккунĕ тăрăх пичетри чи малтанхи сăввуна шута илсен санăн поэзи стажĕ 56 çул. Ытти сăвăçсемпе пĕрле эсĕ çур ĕмĕр ытла чăваш поэзине аталантарнă. Поэзин вутлă çулăмĕнче çуннă, кĕрешнĕ, çĕнтернĕ… Мĕнле шутлатăн, чăвашăн хăйĕн поэзийĕ пур-и, тĕнче кăмăлне тивĕçтерет-и?
- Паллах, епле ан пултăр, чăвашăн хăйĕн поэзийĕ пур. Константин Ивановăн, Çеçпĕл Мишшин сăввисене тĕнчери чылай чĕлхене куçарнă. Хальхи тăван поэзин хăшпĕр калчисем тĕнче поэзийĕн уйĕнче хăйсен техĕмлĕхĕпе пучахланнă тĕслĕхсем те сахал мар. Ахальтен мар-тăр хăшпĕр чăваш сăвăçи тĕнчере ырă ятлă пулчĕ. Чăваш сăввисен пуххисем Италире, Венгрире, Польшăра, Болгарире, Швецире, Турцинче, Азербайджанра тата ытти çĕршывра кун çути курнă.
- Санăн хăвăн та Якутире, Эстонире, Азербайджанра уйрăм кĕнекесем тухнă, сăвă ярăмĕсем вуншар чĕлхене куçарăннă.
- Якутире тухнă «Кашни кун çĕнĕлле» сăвă пуххине Василий Сивцов халăх поэчĕ куçарчĕ. «Ăçталла пăхан пур çĕрте те эсĕ» кĕнекене Шеат Хеми азербайджан чĕлхипе пичетлерĕ. Эстони тăлмачи Валерия Виланди «Çăлăнăç утравĕ» ятпа кĕнекене эстони вулаканĕсем патне çитерчĕ. Дагестанра пурăнакан тусăм Бикеханум Алибекова пĕр харăсах сăввăмсен пуххине авар тата лезгин чĕлхине куçарчĕ. Вырăсла тухнă кĕнекесем сахал мар. 20 ытла. Вĕсене Татьяна Кузовлева, Зинаида Палванова тата ыттисем те куçарнă. Ачасем валли çырнисене вырăсла кун çути кăтартма вара ытларах Юрий Кушак вăй хунă. Сăвă ярăмĕсем Болгарире, Германире, Польшăра, Турцире, Туркменире, Таджикистанра, Белоруççире, Украинăра тата ытти çĕршывсенче вулакансем патне çитрĕç. Раççейре пурăнакан наци халăхĕсене илес пулсан хайлавсене мĕнпур чĕлхене куçарнă.
- 70 çул ахаль пурăнман иккен эсĕ çĕр çинче. Кур-ха, мĕн чухлĕ тăрӑшса ĕçленĕ. Кунсăр пуçне тăван литературăна та ытти халăхăн чи лайăх хайлавĕсене чăвашла куçарса пуянлатнă…
- Якут сăвăçисемпе çыравçисен хайлавĕсене «Саха ахахĕ» ятпа хамăн укçапа пичетлесе кăлартăм. Ÿкерчĕкĕсене хĕрĕм Илемпи Бородкина ăсталаса пачĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă тутарсен паллă сăвăçи Ренат Харис çырнă «Илемлĕ çурт» поэма хитре ÿкерчĕксемпе ачасем валли питĕ капăр парне пулса тăчĕ. Ÿнерçи Е. Лютая. Азербайджан сăвăçи Ханымана Алибейли «Эльхан - чăваш çĕршывĕнче» сăвă кĕнеки те ачасене кăна мар, хама та çунатлантарчĕ. Анастасия Ахметова калама çук юратса илемлетнĕ ăна. Студент чухне тÿрех пăлхар чĕлхинчен Георгий Караславов çыравçăн «Ылтăн тĕклĕ чĕпе» калавĕсемпе юмахĕсене чăвашла куçартăм. Лев Кадкинăн вырăсла сăвăлла çырнă «Ашак кĕперĕ», Валентина Пугачеван «Ÿкеретĕп эп хĕвел», Надежда Медюкован «Вĕçесчĕ!» кĕнекисем те эпĕ тăрӑшнипе чăвашла кун çути курчĕç.
- Юлашки çулсенче санпа мĕн пулса иртет-ши? Вырăсла та çырма пуçларăн. Вырăс поэзине те хăвăн сăввусемпе çеç мар, ытти чăваш поэчĕсен сăввисемпе те пуянлатрăн.
- Нăрваш Шăхалĕнче ĕмĕрне ирттернĕ хамăн аттен Василий Велвакайăн «Сăввăмпа савăнтарăп сана», «Вутра çуралнă юрату» кĕнекисене - сăввисен, калавĕсен, юптарăвĕсен, пьессисен, юрă сăмахĕсен пуххисене – вырăсла кун çути кăтартрăм. Хамăн Галина аппан хĕрĕн Людмила Николаевăн ачасем валли çырнă сăввисене вуласан калама çук хытă савӑнтăм. Вĕсене пĕтĕм тĕнчери вырăсла пĕлекен ачасене те вулаттарас килчĕ. «Побегу я по дорожке» ятпа кăлартăм. Ÿкерчĕксемпе кĕнекене Альбина йăмăкăн хĕрĕ Ольга Любимова пахалатрĕ. Çавăн пекех хамăн ачамсен кĕнекисене те, асаттен Якку Якурĕн сăввисене те вулакана парнелерĕм. Пурне те асăнса та пĕтереймĕн.
- Саламлатăп. Ку тапхăрта çине-çинех кĕнекесем кăлартăн. Тинтерех кăна санăн «Созвездие любви » ятпа кĕнекÿ халăхра саланчĕ. Çак сăввусене эсĕ вырăсла шăрантарнă. Çĕнĕ çул умĕн вара эсĕ хăв вырăсла çырнă сăвăсемпе калавсен пысăк пуххине «Свет любви» ятпа вулакан патне çитертĕн. Иккĕшĕ те хытă хуплашкаллă, Илемпи хĕрÿ ÿкернĕ портретлă, 400 ытла страницӑллă.
- Çакăн евĕрлĕ тепĕр пилĕк кĕнекелĕх «пуянлӑхăм» пур. Хăват çитерсен, спонсорсем тупăнсан вĕсене юбилей çулĕнче пичетлесе кăларассăм килет.
- Нумай пулмасть 500 ытла пултаруллă чăваша халалласа, ятран çырнă сăввусен кĕнеки «Сире савса, юратса» ятпа пичетленчĕ. Мĕн чухлĕ çынна савăнтарчĕ, вăй пачĕ вăл. Ăсчахсем каланă тарăх халиччен чăваш литературинче ятран халалласа çырнă уйрăм кĕнеке пулман. Кашни сăвă «геройĕн» биографине, ăс тытăмне, пултарулăхне, чун хусканăвне, шухăш-кăмӑлне мĕнле туйма-ăнкарма пултартăн? Кун пек çырас тесен çынна витĕр курмалла, психолог пулмалла.
- Каларăм ĕнтĕ, хăйне хăех пулать. Чылай чухне – экспромт. Самант сăвви çуралать.Хăшпĕр чухне хам та тĕлĕнетĕп. Такам маншăн сăвăсене таçта çÿлте хатĕрлесе хунă пек. Алă хăех шăрçалать. Типографинче хăйĕн черетне кĕтсе «Хĕвеллĕ чун» тепĕр сăвă кĕнеки выртать. Вăл кĕнекере чăваш историйĕпе çыхăннă хăйне евĕрлĕ тĕлĕк урлă килнĕ сăвăсемпе поэмăсем. Тата тепĕр кĕнеке пичетре. Унта юрăсен сăввисем кĕрĕç. «Шăнкăрти çăл куçăм» ятлӑ пулĕ вăл. Юптарусен кĕнекине те ÿкерчĕксемпе илемлетсе икĕ чĕлхепе пичете хатĕрлесе хутăм. Унсăр пуçне ытти чĕлхесенчен куçарнă сăвă-калав кун çути курасшăн. Хам вырăсла çырнисене чăвашла куçаратăп, чăвашла çуралнисене вырăсла кун çути кăтартас килет.
- Санăн сăввусем питĕ кĕвĕллĕ. Çавăнпа пуль вĕсене кĕвĕ ăстисем юрра хывма юратаççĕ. Пĕр вĕçкĕн сăвăç: «Юрăсем валли çырнă сăвăсем поэзи мар», - терĕ. Эсир кун пирки мĕн шутлатăр?
- Ман шутпа, юрăсем валли çырнă сăвăсем чăн-чăн поэзи. Вĕсем халăх асĕнче юрă пулса ĕмĕрлĕхех тăрса юлĕç. Пăтравлă, никам та ăнланман сăмах пуххисене поэзи теесшĕн-ши вăл, хăйне пысăк саспаллипе поэт тесе çыртаракан? Халăх вăл выльăх кĕтĕвĕ мар. Мĕн лайăххипе начаррине питĕ аван ăнланать. Композиторсем кашни лăпăртăка юрра хывмаççĕ. Юрăра кашни сăмах юрланмалла, хăй вырăнĕнче пулмалла, çăмăллăн асра юлмалла. Ман сăвăсене студент чухнех чăвашсен паллă, чаплăран та чаплă композиторĕсем Филип Лукин, Олимпиада Агакова, Анисим Асламас, Юрий Кудаков, Анатолий Михайлов, Авраам Бурундуков, Юрий Жуков, каярахпа Анатолий Никитин, Лариса Быренкова, Валерий Игнатьев, Николай Казаков, Валентина Салихова, Николай Андреев, Олег Кăйкăр, Николай Эриванов, Юрий Эриванов, Виктория Захарова, Анна Горинова, Лолита Чекушкина, Людмила Кинер, Раиса Казакова-Сейт, Валентин Кузнецов тата нумай пултаруллă кĕвĕ ăсти кĕвĕленĕ. Халăх патне 6 кассета, 6 аудио-диск, 2 видеодиск çитертĕм. Хальхи юррăмсене флешкăсемпе те итлеççĕ.
- Эс театрсемпе те туслă марччĕ-и-ха? Эп пĕлессе, пукане театрĕ сан пьесусемпе лартнă спектакльсемпе пукане театрĕсен тĕнче шайĕпе иртнĕ конкурссенче мала тухнă. Лауреат-çĕнтерÿçĕ ята пĕрре мар тивĕçнĕ.
- Драматургинчен сивĕнмен-çке. Вика Захарова манăн «Пĕрремĕш утăмсем» сăвăлла пьеса тăрăх мюзикл лартрĕ. Кун пирки Раççей халăх артисчĕ, ЧПУăн искусствă факультечĕн деканĕ, Морис Яклашкин профессор Вика диплом хÿтĕленĕ чух çапла каларĕ: «Эпĕ чăваш музыка историне питĕ вăйлă тĕпченĕ. Уйрăмах ача-пăча музыкине. Халиччен чăваш халăх историйĕнче çакăн пек хăватлă мюзикл пулман. Эпĕ икĕ пултаруллă çыннăн çыхăнăвне пехиллетĕп…» Анна Горинова эпĕ ятарласа ун валли «Свет любви» ятлă вырăсла сăвăлла çырнă юмах тăрăх нумай кĕвĕллĕ спектакль ачасене парнелерĕ. Икĕ музыкăллă хайлава-курава интернетра тупса пăхма пулать. Икĕ спектакле те Çĕнĕ Шупашкарти Культура керменĕн «Шевле» ушкăн ачисем хутшаннă. Халăх театрĕсем те ман пьесăсене килĕштереççĕ.
- Ай-тур-тур! Мĕн чухлĕ ĕç. Республикăри чылай пултаруллă çынпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарнă эсĕ. Антер Хусанкай «Тăван Атăл» журналта (1970 мĕш çулсенче) эсĕ литература çулĕ çине тăнă чух «Сарпи пултарулӑхĕ юр кайсан тухнă çÿп-çап... » тесе хакланăччĕ. Каярах вара хăйĕн «Тексты, метатексты. Путешествия» кĕнекинче Сарпи легенди вĕçленчĕ тесе çырнă. (Чебоксары. 2003). Сăмах май, Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай пирĕн асаттен Якку Якурĕн шăллĕпе Петр Григорьевич Яковлевпа туслă пулнă. Митта Ваçлейĕпе пĕрле Петĕр Хусанкай Петр Григорьевич чĕннипе пирĕн тăван килте Нăрваш Шăхалĕнче темиçе хут та хăналаннă. Унăн ывăлĕ вара сан поэзине хăйне евĕрлĕ хаклать ав. Кунта темĕнле ăнланманлăх пурах…
- Тĕнчери халăхсен çапла каларăш пур. «Улми улмуççинчен аякка ÿкмест». Эп çак каларăша редакцилесшĕн. Сайра-хутра аяккарах ÿкни те пулкалать пуль çав. Петр Хусанкай манăн 1967 çулта 9-мĕш класра «Пионер сасси» хаçатра пичетленнĕ сăвăсем пирки Геннадий Волков академика çапла каланă: «Ку хĕрачан пултарулăхĕ пысăк. Сăввисем питĕ килӗшрĕç. Анчах та ăна асăрхаттармалла. Чăвашсем Атăла анне темеççĕ, атте теççĕ». Эпĕ аслă поэтăмăр сăмахĕсене шута илсе хамăн пĕрремĕш кĕнекене кун çути кăтартнă чух юлашки сăвă йĕркисене ылмаштартăм. «Юхать мăнаçлăн çĕршыв тăрăх сăваплă Атăлăм-атте, Пăлам, пĕчĕк пулсан та тăрăш, çĕкле мăн Атăл хăватне…» Çак сăвăсен ярăмĕпе шкул ачисен хушшинче «Пионер сасси» ирттернĕ сăвă конкурсĕнче эпĕ пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Хаçат мана ЧПУна вĕренме кĕме рекомендаци пачĕ. Ашшĕ манра пулас сăвăçа курчĕ, Атнер ĕмĕрĕпе мана ура хурса пырать. Чи тĕлĕнмелли, эпĕ ăна çиленейместĕп. Ашшĕпе амăшне юратнипе Атнер Хусанкая хăйне тапăнакансенчен темиçе хут та хÿтĕлерĕм. Кÿнтеленсем – темĕн чухлех.
- Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле. Кашни кĕнчеле хăйне май çавăрттарать. «Чăваш халăхĕ вĕтĕ, кĕвĕç чунлă», - текен сас-хура та хăлхана кĕркелет. Ку сăмахсенче тĕрĕслӗх пурах-ши? Хăшпĕр сăвăçсем каçăрăлса чăваш халăхĕ мăнаçлă, маттур халăх тесе кăшкăрашса çÿреççĕ. Çав вăхăтрах çурăм хыçĕнче шăп та лăп халăх хăватне-чапне тĕнче поэзийĕ шайне çĕклекенсем пирки сăвăç мар, сăвă çырма пĕлмеççĕ тесе лĕпĕртетеççĕ. Çакăн пирки санăн шухăша пĕлесчĕ.
- Ыр сунакансем çак сăмахсене ман пата çитерчĕç. «Валери Туркай, Светлана Асамат, Раиса Сарпи сăвăçсем мар, çырма пĕлмеççĕ тесе çÿрет ман ентеш хĕрарăм-сăвăç. Калаçтăрах. Кашни çăвара хупаймăн. Çак сăмаха илтнĕ хыççăн хăй мĕн çырса тĕлӗнтернĕ-ха тĕнчене тесе мĕн пур кĕнекине тĕпчесе вуласа тухрăм. Рецензисем çыртăм. Вĕсене интернетра вулама пулать. Эпĕ халăхра сăвă çырас туртăмлă çын тупăнсан питĕ савăнатăп, çыраять-и вăл, çыраймасть-и, атя, çыр тесе яланах хавхалантаратăп. Ман çынна çапса хуçас кăмăл нихçан та пулман. Çырсан-çырсан кашни çыннăнах пултарулăхĕ аталанать, çын чĕлхи, сăмах пуянлăхĕ, сăвă техникин ăсталăхĕ уçăлать. Сарпи сăвă çыраймасть текене те эпĕ хăй вăхăтĕнче питĕ нумай пулăшнă. Эп сана пурнăçра пулнă пĕр пулăмпа тĕлĕнтерем-ха. 1975 çулта Пĕтĕм Совет Союзӗнчи çамрăк сăвăçсен канашлăвĕ вăхăтĕнче «Комсомольская правда» (23.03.1975) «Мастером быть обязан» ятпа канашлăва хутшаннă çамрăк авторсенчен илнĕ интервьюсем пичетлерĕ. Мана та ку хисеп тиврĕ. «Литературная газета» (26.03.1975.) вара Агния Барто интервьюне пичетленĕ. «В моей группе было много интересных поэтов и среди них я хотела бы отметить Анатолия Костецкого, Лидию Корчагину, Раису Сарби, Азамата Рахманова, Валерия Левановского…» «Литературная Россия» (28.03.1975) хаçатра паллă ача-пăча писателĕ Анатолий Алексин мана ырăпа асăннă: «Редким даром увлекательного поэтического разговора с ребенком, безусловно, владеют Анатолий Костецкий с Украины… Раиса Сарби из Чувашии…». Ытти чылай хаçат-журнал та калашлу ĕçне çутта кăларчĕ. Эп Мускавран Шупашкара таврăнсан эп ĕçлекен Чăваш кĕнеке издательствине Лариван Козин «çыравçă» кĕчĕ. Аллинчи хаçачĕсене сулкаласа ман пата чупса пычĕ те кăкăртан ярса илсе çухăрма пуçларĕ: «Чăваш еврейĕ, чăваш еврейĕ!». Аслă редактор Валем Ахун редакци пÿлĕмне пырса кĕнипе çеç хĕремесленсе кайнă этемкке алăка шартлаттарса хупса тухса кайрĕ. Мĕн тунă-ши эпĕ ăна? Валем Ахун вара Сергей Михалков канашлăва пĕтĕмлетсе тунă доклада та тупса вуланă иккен. Унта Совет Союзĕн гимнĕн сăмахĕсене хайланă «дядя Степа» çапла пĕлтернĕ: «Стоит проводить такие совещания хотя бы за то, что мы открыли талант Раисы Сарби». Валем Ахун ман хуçăк кăмӑла çĕклесе аттем пекех хулпуççинчен çупăрласа саламларĕ мана. «Каларӑм вӗт сана, тĕнчене тухатăн!» - терĕ, ача пекех савӑнчĕ ĕçтешĕм. Вăл - манăн хушма ятăмăн - псевдонимăн «хреснашшĕ». «Яковлева хушамат чăвашсене тĕне кĕртнĕ вырăс миссионерĕсем панă хушамат, эс пысăк пултаруллă. Тĕнче поэзине чăвашла хушаматпа тухмалла», - тесе сĕнчĕ вăл студент чухнех тухнă кĕнекеме пичете ярас умĕн. Манăн пĕрремĕш кĕнекене Георгий Орлов çапса хуçсан Валем Ахун манран та ытларах кулянчĕ. «Георгий Орлов пĕчĕк тĕмеске çине улăхса тӑнă та, çамрăк хунава çавапа çулать, вăл ÿссе кайсан хӑй курăнми пуласран шикленет», - тенĕччĕ вăл ун чухне, 1973- мĕш çулта, критика чукмарĕ мана пуçранах кĕрĕслеттерсен. Эп пăлханса ÿксе пĕрремĕш ачана вăхăтсăр çуратса, пепкеме чутах çухататтăм... ВЛКСМ тĕп комитечĕн ертÿçи Павлов юлташ «Манăн ăру» сăвва (вырăсла Владимир Костров куçарнă) комсомол съездĕнче пăхмасăр каланине пĕлсен еплерех чашкăрчĕç поэзири «туссем»… Сӑмах май, чӑвашсем чи вĕчĕх халăх тенипе килĕшесех килмест. Ытти халăхра та пур кĕвĕç-вĕчĕх, ăмсану, пĕр-пĕрне таптасси… Шахвăртса калам: ĕлĕк-авал, Турă çынна тăмран йăваласа тунӑ чухне, кăштах йăнăшнă пуль çав… Туса çитереймен… кулать.
- Раиса Васильевна, сана паянхи чылай çамрăк сăвăç «поэзири хреснанне» тесе тав тăвать…
- Мана та хăй вăхăтĕнче ЧПУри «Çилçунат» литпĕрлешÿ ертÿçи Виталий Станьял алран тытсах Чăваш кĕнеке издательствине ертсе кайрĕ. «Парне» кĕнекен ал çырăвне вăл хăй машинкăпа çапса пичете хатĕрленĕ. Вăл - маншăн ырă тĕслĕх. Вăл çул кăтартман пулсан, тен, паян чăваш поэзийĕнче Раиса Сарпи пулмасчĕ те. Поэзи çулĕ çине çирĕп тăнă хыççăн эпĕ хам та вуншар сăвăçа кĕнеке кăларма пулӑшрăм, писательсен союзне кĕме хавхалантартăм.
- Астăватăп, сана СССР çыравçисен пĕрлĕхне илнĕ чухне 5 хутчен чунна тăлларĕç, айккинче тăратса хăварчĕç.
- Агния Барто Мускавран писательсен союзне шӑнкăравласа çапла каланă. «Раиса Сарпине чăвашра союза илместĕр пулсан, Мускавра илетпĕр. Рекомендацине хамах паратăп». Ун шăнкăравĕ хыççăн мана 1981 çулта союза илчĕç. Эпĕ 1975 çулта пуш уйăхĕнче Мускӑвра Пĕтĕм Совет Союзĕнчи çамрăк сăвăçсен 6-мĕш канашлăвĕнче Агния Барто ертсе пыракан ача-пăча секцинче пултăм. Çавăн пекех мана Римма Казаковăпа Владимир Костров ертсе пынă аслисем валли çыракан сăвӑçсен секцине те чĕнчĕç. Икĕ секцийĕ те мана кĕнекесем кăларма рекомендацисем пачĕç. Мускавра ВЛКСМ тĕп комитечĕн «Молодая гвардия» издательствинче пичетленсе тухнă «Розы в росе» кĕнеке «Лучшая книга молодого поэта -1977» диплом илчĕ, эпĕ лауреат пулса тăтăм. Преми укçипе Итали курса çурерĕм. Агния Барто сĕннипе ача-пăча кĕнеки «Пляшет, пляшет Илемби» ятпа ачасем валли хайланă сăвăсем, Юрий Кушак куçарнăскерсем, Мускаври (1980) «Малыш» издательствăра пичетленчĕç. Ытти издательствăсем те каярах ман кĕнекесене пысăк тиражпа пичетлерĕç. Хамăр чăваш çыравçисем Пегасăма-поэзири çилçуната чылай тăлларĕç пулсан та, чăваш комсомолĕ пулăшнипе пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнме май пулчĕ. Эпĕ çамрăк чухне пирĕн партипе правительство çамрăк сăвăçсене çул уçса паратчĕç. Нумай поэзи фестивальне хутшӑнтăм. Тĕрлĕ халăх сăвăçисемпе туслашрăм. Çакă пĕр-пĕрин кăмăлне ăнланма, халăхсен тăванлăхне туйма пулăшрĕ. Куçару ĕçне пахалатрĕ. Тавракурăма анлăлатрĕ. Нумай халăх патне хамăн сăвăсене çитерме хăват пачĕ.
- Паянхи çамрак çăваçсен сăввисенче тарăнлăх сук. Юрату çинчен çеç çыраççĕ, рифма тума пĕлмеççĕ, пушă сăвăсем хайлаççĕ. Çак каларăшпа килĕшетĕн-и? Чăваш поэзин пуласлăхĕ пур-и?
- Юрату çинчен çыраççĕ пулсан выльăха тухман-ха. Эппин, туйăмĕсем пур. Сăвă техникине вĕрентес пулать. Ку вăл – патшалăх ĕçĕ. Ятарлă вĕрентекенсем хатĕрлемелле. Хальлĕхе чăваш чĕлхи вĕрентекенсем тăрăшнипе çеç аталанать поэзи. Унччен писательсен союзĕ çумĕнче литконсультантсем шалу илсе ĕçленĕ, яваплăха туйнă партипе правительство. Чун апачĕ кирлех халăха. Поэзи шăпах – чун апачĕ. Тĕнче ăс-тăнне ĕмĕр-ĕмĕрех поэзи тытса тăнă.
- Раиса Васильевна, эсĕ пин-пин сăвă амăшĕ çеç мар, лайăх анне тата арăм та...
- Хĕрĕм Илемпи ÿнерçĕ. Раççей художникĕсен пайташĕ. Вăл Турцири ТЮРКСОЙ тĕрĕк халăхĕсен организацийĕ йĕркеленĕ художество лабораторийенче пĕр уйах ĕçлесе «Ылтăн фонда» хăй картинисене парнелесе хăварнă. Халĕ вĕсем Пĕтĕм Тĕнче тăрăх куравра çÿреççĕ. Илемпи Мускавра пурăнать. Художник-дизайнер пулса ĕçлет. Тĕрлĕ курава хăйĕн ĕçĕсене тăратать. Мăнукăм Дима çурт-йĕр ăсти. Ывăлăм Роман çемйипе манпа пурăнать. Вăл та çурт-йĕрсем тăвать, мăшăрĕ тухтăр. Вĕсем тăватă ача ÿстереççĕ. Ман упăшкам тивĕçлĕ канура. Йывăçран тĕрлĕ эреш касса кăларма юратать. Дачăра ĕçлеме кăмăллать. Вăл «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ».
- Раиса Васильевна, эсĕ 60 çулхи юбилейра 101 çула пурăнса çитетĕп тесе каланăччĕ. Шухăшăра улăштармарăр-и-ха?
- Атте ман сăмаха илтсе хавхаланчĕ те 102 çула кăшт çеç пурăнса çитеймерĕ. Эпĕ халĕ 105 çул пурăнас тесе ĕмĕтленетĕп. Çырмалли шухăшсем питĕ нумай. 101 çулта çырса пĕтереймесрен шикленетĕп (кулать).
- Этем тени хăйне ватăлакан сăн-пит урлă мар, чун хăвачĕ урлă курать. «Çитрĕм 45, катăк пур-ха пилĕкре», - тесе шÿтленĕччĕ эсĕ. Кăтăку халĕ те пур-и-ха?
- 45 çултинчен те ытларах. Иккĕмĕш çамрăклăх пуçланчĕ пулмалла. кулать.
- Апла-и, капла-и, пурнăç малаллах. Сана ырлăх-сывлăх, юрату, телей, анăçу, вăй-хал, иксĕлми çăл куç пек тапса тăракан пултарулăх сунатăп. 105 çул кăна мар, 110 çул пурăн. Тăван халăха малашне те çĕнĕ сăвă-калавпа-пьесăпа çунатлантар.
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать |
Пушкăртстан Республикинче 2014-2020 çулсенче, республикăри тĕп юсав ĕçĕсем тумалли программа ĕçленĕ вăхăтра, 2226 кивелнĕ лифта улăштарнă. Вĕсенчен 885-не тăкаксене виçĕ çулта тÿлесе татмалли мелпе усă курса çĕнетнĕ. Пурĕ çак ĕç валли 5 млрд тенкĕ укçа тăкакланă, çав шутра Пушкăртстан хыснинчен 1,6 млрд тенкĕ. Çак кăтартусене ПР Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви пĕлтернĕ.
Пушкăртстан Республикинче 2014-2020 çулсенче, республикăри тĕп юсав ĕçĕсем тумалли программа ĕçленĕ вăхăтра, 2226 кивелнĕ лифта улăштарнă. Вĕсенчен 885-не тăкаксене виçĕ çулта тÿлесе татмалли мелпе усă курса çĕнетнĕ. Пурĕ çак ĕç валли 5 млрд тенкĕ укçа тăкакланă, çав шутра Пушкăртстан хыснинчен 1,6 млрд тенкĕ. Çак кăтартусене ПР Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви пĕлтернĕ.
2021 çулта кĕске сроклăх йышăннă плана пурнăçласа тата 1,2 млрд тенкĕлĕх 461 лифт улăштарма палăртнă. Республика бюджедĕнчен мĕнпур тăкаксене саплаштарма 1/3 пайне уйăрĕç – 400 млн тенкĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Республикăри оперативлă штаб пĕлтернĕ тăрăх, кăшăлвируса пула вилнисен шутне юлашки талăкра тепĕр çын хутшăннă. Пандеми пуçланнăранпа пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнисен шучĕ 155 çынна çитнĕ.
Республикăри оперативлă штаб пĕлтернĕ тăрăх, кашăлвируса пула вилнисен шутне юлашки талăкра тепĕр çын хутшăннă. Пандеми пуçланнăранпа пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнисен шучĕ 155 çынна çитнĕ.
Январь уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне асăннă инфекципе чирленисен шучĕ 20 736 тĕслĕхпе танлашать (талăкра +165 пациент). Сывалнисем - 15 480 çын, 74-шĕ юлашки талăкра. Сипленекенисем пурĕ - 5101 пациент: 671 çын стационарсенче; 4430-шĕ çăмăл формăпа чирлеççĕ, вĕсем килте сипленеççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Пушкăртстан Пуçлăхе Радий Хабиров палăртнă тăрах, региона ертсе пыракан командăра улшăнусем нумай пулмĕç, мĕншен тесен вăл пĕтĕмĕшле йĕркеленнĕ.
— Эпĕ, паллах, паян хумханатăп, ку манăн пурнăçри чи яваплă кун. Çынсене мĕн каласа шантарнине манăн пурнăçа кĕртес пулать, куна эпĕ ăнланатăп. Манăн политика унчченхи пекех пулĕ, ку таранччен мĕнле ĕçленĕ, çаплах ĕçлĕп, тата, вăй пулсан, ытларах та ĕçлĕпĕр. Правительство тытăмĕнчи улшăнусем «сентябрьти указра» палăртнă задачăсене пурнăçлама пулăшĕç, — тенĕ Радий Хабиров. — Пирĕн тĕп тĕллев — Раççей Президенчĕ майри указĕнче палăртнă задачăсене пурнăçа кĕртесси. «Сентябрьти указра» палăртнă задачăсене пирĕн республикăшăн пайăрлатнă тата кашни муниципалитет валли уйрăммăн пăхса тухнă. Региона ертсе пыракан командăшан çакă пысăк яваплăх шутланать, хамăр ума кăткăс задачăсем лартнă эпир. Улшăнусене Пушкăртстанра пурăнакансем пурте туймалла. Указ тĕллевĕ — нумайрах ĕçлесе илмелле тата халăх пурнăçне лайăхрах тумалла. Эпир çитес ăрусен пурнăçне лайăхлатма никĕс хывма май паракан аталану экономики пирки калатпăр. Енчен те эпир малашне те малта пыракансен шутĕнче юлас тесен, пирĕн экономикăпа тĕплĕ ĕçлемелле.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ял Канашĕнче хăйсен пурнăçне тăван тăрăхне хăтлăрах тăвас ĕçе халалланă çынсем сахал мар пурăнаççĕ. Çав шута Р.В. Мельникована та кĕртмелле.
Роза Владимировна 35 çул ытла вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕнче вăй хунă. Вăл вырăнти администрацинчи ĕçсен управляющийĕ, Тÿртÿллĕ ял Канаш хутлăхĕн пуçлăхĕ пулса пĕр кăлтăксăр ĕçлени маншăн, паянхи кун ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ май, кирек хăçан та ырă тĕслĕх шутланса тăрать.
Роза Владимировна Туртÿллĕ ялĕнчи ĕçчен колхозниксен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Владимир Павловичпа Анастасия Нестеровна виçĕ хĕр те виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕ тăван Шаран районĕнче тымар янă. Роза Владимировна 1974 çулта Туртÿллĕ вăтам шкулне ăнăçлă вĕренсе пĕтерсен тÿрех Ф. Энгельс ячĕллĕ колхозра секретарь пулса ĕçлеме тытăннă. Кушнаренковăри ял хуçалăх техникумĕнче вĕренсе алла диплом илнĕ хыççăн хăй пурнăçне ĕмĕрлĕхех ялпа çыхăнтарнă.
Тĕрлĕ çулсенче Р.В. Мельникова ĕç тăвакан комитет секретарĕн, ял хутлăх ĕçĕсен управляющийĕн, ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Хăй ĕçне тÿрĕ кăмăлпа та чунтан парăнса тунă хĕрарăма ялта çеç мар, районта та хисепленĕ. Ĕçтешĕсемпе ял çыннисемшĕн вăл яланах ырă тĕслĕх вырăнне шутланнă. Делопроизводствăпа çар учетне пĕлсе те çÿллĕ шайра илсе пынăшăн ăна пĕр хутчен çеç мар муниципаллă район Канашĕн Тав çырăвĕпе чысланă. Ĕç управляющийĕсен пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли семинарĕсем кирек хăçан та Тÿртÿллĕ ял Канаш администрацийĕнче иртнине палăртмалла.
Канăçсăр чĕреллĕ хĕрарăм - вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕн ĕçченĕсен хушшинче компьютер технологине чи малтан алла илекеннисенчен пĕри. Суйлав кампанийĕ-и е Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçĕ-и тăрăшуллă хĕрарăм кирек хăш ĕçе те юратса, яваплăха туйса пурнăçланă. Уншăн та ăна пĕр хутчен çеç мар Тав çырăвĕсемпе чысланă.
Роза Владимировна ырă кăмăллă, ыттисене яланах пулăшма хатĕр пулнипе те уйрăлса тăрать. Аслă ăрури çынсем вăл мăшăрлану регистрацине епле ирттернине, унăн çепĕç сассине халĕ те ас тăваççĕ.
Тивĕçлĕ канури кинемей паянхи кун та ахаль лармасть. Вăл çирĕп хуçалăх тытать: хурт-хăмăр, кайăк-кĕшĕк, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет. Çулла унăн сачĕ чечек айĕнче, пахчинче çум курăк тупаймастăн. Пулăшу кирлĕ пулсан пур ĕçне пăрахса ял Канаш администрацине васкать, ял хутлăхĕ ирттерекен пур культура мероприятийĕсене тата экологи акцийĕсене хастар хутшăнать.
Çакăн пек çынсем - пирĕн ялăн илемлĕхĕ, мăнаçлăхĕ.
Ляйсан ГИБАТОВА,
Тÿртÿллĕ ял Канаш администрацийĕн пуçлăхĕ.
Шаран районĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Январь-февраль уйăхĕсенче Пушкăртстан Пуçлăхĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канашăн пĕрремĕш ларăвне ирттерме палăртнă. Республикăри çамрăксен политикин тата спорчĕн министрĕ Руслан Хабибов пĕлтернĕ тăрăх‚ çак органа иртнĕ çулхине йĕркеленĕ.
Январь-февраль уйăхĕсенче Пушкăртстан Пуçлăхĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канашăн пĕрремĕш ларăвне ирттерме палăртнă. Республикăри çамрăксен политикин тата спорчĕн министрĕ Руслан Хабибов пĕлтернĕ тăрăх‚ çак органа иртнĕ çулхине йĕркеленĕ.
- 2021 çулти тĕп тĕллевсем - çитес çул тĕлне граждансен 51‚2% физкультурăна тата спорта явăçтарасси‚ 2024 çулта çак хисеп 56% танлашмалла‚ 2030 çул - 70%. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртессе шанатăп‚ - палăртнă ведомство ертÿçи.
Юлашки çулта регионта тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ (2020 çул – 15 спортсмен‚ 2019 çул – 7)‚ Раççей спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ (2020 çулта- 4 спортсмен‚ 2019 çул – 1)‚ Раççей спорчĕн мастерĕ (2020 çул – 116‚ 2019 çул – 96) ятсене тивĕçнĕ спортсменсен шучĕ икĕ хут ÿснĕ.
2020 çулта пуçласа тĕнче шайĕнче иртекен ăмăртусенче парнеллĕ вырăнсене йышăннă спортсменсене тата вĕсен тренерĕсене парăнакан тÿлев виçин хисепне те ÿстернĕ. Çакна 2011 çулта пăрахăçланă пулнă.
Республикăри Спорт министерствин пуçлăхĕн сăмахĕсем тăрăх‚ регионта спортăн 31 тĕсĕ аталанать. 2020 çулта хоккей‚ каратэ тата кĕсменçĕ (гребной) слаломĕ спортăн тĕп тĕсĕсем пулса тăнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Хӗллехи каникулсенче канса ывăннă чăвашсем ыранхи ӗç эрнине хатӗрленеççӗ пулмалла, урăхла пулсан вӗсем Горкински-Ометьево паркӗнчи «Салам» фольклор ансамблӗн концертне хаваспах килнӗ пулӗччӗç. Çак площадкăра азербайджан, таджик, армян, украин, кăркăс, вырăс чӗлхипе сăвăсесмпе юрăсем янăранă ӗнтӗ, черетре авалхи пăлхарсен чӗлхи. «Салам» ансамбль репертурарӗнче анатри чăвашсен юррисем нумай. Çак ансамбле 15 çул...
❮
❯
Хӗллехи каникулсенче канса ывăннă чăвашсем ыранхи ӗç эрнине хатӗрленеççӗ пулмалла, урăхла пулсан вӗсем Горкински-Ометьево паркӗнчи «Салам» фольклор ансамблӗн концертне хаваспах килнӗ пулӗччӗç.
Çак площадкăра азербайджан, таджик, армян, украин, кăркăс, вырăс чӗлхипе сăвăсесмпе юрăсем янăранă ӗнтӗ, черетре авалхи пăлхарсен чӗлхи. «Салам» ансамбль репертурарӗнче анатри чăвашсен юррисем нумай. Çак ансамбле 15 çул ЧНКА Ӗçтăвкомӗн секретарӗ Светлана Садыкова ерте пырать.
Шел пулин те раштав сиввисем чăваш тумӗн илемне кăтартма май паман. Çапах та çак кун «Салам» ансамбльпе пӗрле сцена çине чăваш яш-кӗрӗмӗ те тухнă. Хусанти чăваш çамрăкӗсен «Аталан» ушкăнӗн хастарӗсем 3 юрă юрланă, сăвăсем каланă. |
2000 çултан пуçласа май уйăхĕн вĕçĕнче пĕтĕм тĕнчипе Кÿршĕсен кунне уявлаççĕ. Кÿршĕсен кунĕ XXI ĕмĕрĕн çĕнĕ‚ хальхи самана ыйтакан праçник шутланать. Ăна французсем шутласа кăларнă.
Паянхи пурнăç «эпир хамăр кÿршĕсене пĕлетпĕр-и?» текен ыйту çуратать. Хуравĕ пĕрре - яланах мар. Хула çыннисем çÿлерех хутра‚ кÿршĕ подъездсемпе çуртсенче пурăнакан кÿршисене пачах та пĕлмеççĕ. Ял çыннисем те пĕр-пĕринчен ютшăнма тытăннă‚ хутшăнусем татăлма пуçланă.
Пĕтĕм тĕнчери кÿршĕсен кунне Сименкке ял Канашĕнче пурăнакансем ăшă та кăмăллă лару-тăрура уявларĕç. Мероприятие Гусаркино ялĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи лапамра йĕркеленĕччĕ. Кунта тахçанах праçник пулман. Çынсен чунĕсем уяв ыйтни палăрать. Çавăнпа ялта пурăнакансемпе унтан тухса кайнисем пĕр харăс та туслăн пухăнчĕç. Пурте пĕрле лапама плакатсемпе‚ чечексемпе илемлетрĕç. Кил хуçи арăмĕсем пĕçернĕ апат-çимĕçпе уяв сĕтелĕ хатĕрлерĕç. Праçник пуçланчĕ. Чăваш юррисемпе вырăс кĕввисем таврана саланчĕç. Чĕрĕ купăс сасси вара пухăннисене чăваш ташшине пухрĕ. Сименкке культура çурчĕн пултарулăх артисчĕсем гусаркинăсене хăйсен илемлĕ юррисемпе‚ сăввисемпе тата ташшисемпе савăнтарчĕç.
Тепĕр кунне вара сименккесем Кÿршĕсен кунне культура çурчĕн территорийĕнче савăнăçлă та хаваслă уявларĕç. Мероприяти йĕркелесси пирки пĕлтерĕве маларах çакса хунăччĕ. Анчах нумайăшĕ хыпара тăрăхласа, кулкаласа йышăнчĕç.Теприсем (хăшĕсем пĕр-пĕринчен ютшăнмаççĕ‚ туслă хутшăнусем тытса тăраççĕ) палăртнă вырăна вăхăтлă‚ уçă та ырă кăмăлпа килсе çитрĕç. Пĕр ял çыннисем праçнике тĕплĕн хатĕрленнĕ: кÿршисене хăналама вĕри апат‚ салатсем‚ тутлă кукăль-булкăсем‚ пылак апатсем тата компот илсе килнĕ. Пĕршухăшлăх тата пĕрлĕх лару-тăрăвĕнче кÿршĕсем пĕр-пĕрин сĕнĕвне шута илчĕç. Кашни хăйне пысăк коллективăн членĕ пек туйрĕ. Çавăн пекех пухăннисем илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç‚ чăваш ташшисем ташларĕç‚ хаваслă вăйăсем вылярĕç. Праçнике йĕркелес ĕçре кашни çын май пур таран тăрăшрĕ. Çавăнпа Кÿршĕ кунне халалланă уяв питĕ кăмăллă иртрĕ. Ялта халăх юррисемпе ачасен кулли илтĕнсен çеç вăл сывă пулĕ ...
Кÿршĕ-аршăсем уяв сĕтелли хушшинче пухăнсан‚ сиплĕ те тутлă чейне ĕçсен Валериан Борисов пĕр ял çыннисене хăйĕн йăх-несĕл йывăççипе паллаштарчĕ. Вăл 16 сыпăкран тăрать иккен. Валериан Вениаминович ăру-йăх йĕркине тимлĕ тишкернĕ чух пирĕн ял историне те асăнса хăварнă. Питĕ шел‚ паянхи кун Сименкке ял историйĕ ытти ялсенчи пекех туллин те анлăн тĕпченмен. Унăн иртнĕ пурнăçĕ питĕ нумай тупсăм пытарса усрать. Иван Грозный вăхăтĕнчи христианизаципе çыхăннă йывăрлăхсене пула республикăри ялсен историйĕсене тĕплĕ тишкерсе пулмасть. Çавăнпа та ялсенче тахçанах пурăнакансем каласа пани пĕрре те ытлашши мар.
Надежда УХАТКИНА‚
вулавăш ĕçченĕ.
Пелепей районĕ‚ Кивĕ Сименкке ялĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Паян пысăк уяв, çӗршывра пин-пин ача пӗрремӗш хут партта хушшине ларать. ТР Президенчӗ Рустам Минниханов шкул ачисемпе студентсене, вӗсен ашшӗ-амăшӗсене, вӗрентекенсемпе воспитательсене, республикăри вӗрентӳ системин ӗçченӗсемпе ветеранӗсене пурне те Пӗлӳ кунӗпе саламларӗ. «Сентябрӗн 1-мӗшӗ Раççейре патшалăх, пӗтӗм халăх уявӗ. Çамрăк ăрăва вӗрентесси тата воспитани парасси çине çӗршыв пысăк тимлӗх уйăрнине...
Паян пысăк уяв, çӗршывра пин-пин ача пӗрремӗш хут партта хушшине ларать. ТР Президенчӗ Рустам Минниханов шкул ачисемпе студентсене, вӗсен ашшӗ-амăшӗсене, вӗрентекенсемпе воспитательсене, республикăри вӗрентӳ системин ӗçченӗсемпе ветеранӗсене пурне те Пӗлӳ кунӗпе саламларӗ.
«Сентябрӗн 1-мӗшӗ Раççейре патшалăх, пӗтӗм халăх уявӗ. Çамрăк ăрăва вӗрентесси тата воспитани парасси çине çӗршыв пысăк тимлӗх уйăрнине çирӗплетет ку. Пӗлӳ кунӗн социаллă, наци чиккисем çук, вăл çынлăх хаклăхӗн çирӗп никӗсӗ. Çуллен пин-пин ача хăйӗн пурнăçӗнче пӗрремӗш шăнкăрав янăраса пӗлӳ тӗнчине илсе кӗрессе кӗтет. Шăпах пӗрремӗш шăнкăравран пуçланать те унăн çитӗнсе çитнисен пурнăç çулне пӗрремӗш утăмӗ. Çак çул мӗнле анлă та çутă пуласси наставниксенчен - шкулта учительтен, аслă шкулта преподавательтен килет, ку вара çӗршывăн тата республикăн малашлăхӗ.
Çӳллӗ технологисемпе хăвăртлăх самани пиртен кашнинчен нумай ыйтать. Паянхи тӗнчере ăнăçлă пулас тесен, çыннăн практикăра усă курма тарăн пӗлӳ, ăсталăха вӗçӗмсӗр ӳстерсе пӗлӗве ыттисемпе пайлама май паракан пултарулăх кирлӗ. Шăпах çак енсене алла илме, гражданлăхпа патриотизм воспитанийӗ пама, тăван чӗлхене, несӗлсен йăли-йӗркисене юратма вӗрентмелле те шкулăн.
Паянхи кун Тутарстан пысăк квалификациллӗ специалистсем хатӗрлессипе çӗршывра лидер. 2019 çулта професси ăсталăхӗн WorldSkills тӗнче чемпионатне ирттерме Хусана суйлани çакна тепӗр хут çирӗплетет. Паллах, пирӗн çитӗнӳ вăл педагогсен сообществин, профессорсемпе преподавательсен корпусӗн, шкул çулне çитичченхи учрежденисен, тренерсемпе педагог-энтузиастсен тăрăшулăхӗ. Куншăн сире тав тăватпăр, эсир республикăн паянхи пурнăçне тата малашлăхне пысăк пай кӗртетӗр.
Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ çӗнӗ çитӗнӳсемпе пуян пултăр, Уяв ячӗпе, хисеплӗ тутарстансем! Пӗлӳ кунӗпе!» - тенӗ республика ертӳçи хăйӗн саламӗнче. |
Ĕне - питĕ ăслă выльăх. Хăлхипе ĕне лайăх илтет. Çакă авалхи ăрачĕсенченех пырать. Чăтлăхсенче пурăннă чухне вĕсем ытларах куçĕсене мар, хăлхисене шаннă. Ĕне сасă вăйне уйăрать, сигналсене çăмăллăнах астуса юлать. Сигналпа кĕтÿçĕ кĕтĕве хăй тавра пуçтарма, шыв патне е киле илсе çитерме пултарать. Ăста кĕтÿçĕсем çакăн çинчен пĕлеççĕ, пурнăçра анлă усă кураççĕ.
Ахальтен мар ĕлĕк кĕтÿçĕ пиçиххийĕ çинче çепĕç те янăравлă сасă кăларакан шăхличĕ çакса çÿренĕ. Халĕ ун пеккине кураймастăн. Пĕр хушă кĕтÿçĕсем пионер горнĕпе усă курни те пулнă. Ăста аллинче вăл шиклентермелле мар, çăмăллăн та çепĕççĕн янăрать. Хăнăхнă сасса илтсен ĕнесем хăраса тармаççĕ, кĕтÿçĕ енне куç ывăтаççĕ те хăлхисене вылятаççĕ. Çакă хушнине итлемеллине пĕлтерет.
Ытти сасă (автомашина кăшкăртни, самолет вĕçсе иртни, кил хуçи хĕрарăмĕ витрине çĕре ÿкерни) чĕрчуна сисчÿлентерет. Кунашкал сасса тăтăш илтсен ĕне сахал выртать, чăмлать, сĕтне те япăх антарать. Хăшĕ-пĕри тепĕр кунне те тăна кĕрсе çитеймест.
Мăйракаллă шултра выльăх шăрша аван туять, çакă ăна кулленхи пурнăçра питĕ пулăшать. Çĕнĕ вырăна куçсанах выльăх урайне е çĕре шăршласа тĕрĕслет. Кĕтÿре курăка тата çĕр сийне сăмсипе тĕпчет. Нумаях пулмасть тислĕк тăкнă вырăна кăмăлламасть. Шăршă тăрăх тата сăнран апата ĕне çиелтен кăна хаклама пултарать. Апат тутине вара çăварĕнче вырнаçнă 25 пин ĕмкĕч тĕрĕслет. Ĕне пылак, йÿçĕ тăварлă тата питĕ йÿçĕ апата уйăрать. Çав тери йÿççине пач килĕштермест, ытла тăварлине те çиесшĕн мар, ытларах пылак курăка кăмăллать.
Чылай кил хуçин выльăх витинче çил вылять: унта сивĕ, нÿрĕк тăрать, тĕттĕм. Япăх условире усранăран ĕне сахал сĕт антарать. Сивве пула унăн хырăмĕ выçать, çавăнпа çÿхе стеналлă витере тăракан выльăха апат ытларах çитермелле. Унсăрăн вăл вăйлăрах шăнать, вăйсăрланать. Çакна та палăртмалла: шартлама сивĕсенче ĕне сахал çиет, ытла шăрăх çанталăкра та çаплах.
Ĕне вăхăт-вăхăтпа 1-5 минутшар çывăрать. Вăл куçне хупни çывăрнине пĕлтермест, тĕлĕрнине кăна.
Апата ĕне чăмламасăрах çăтать, тĕп ĕçне каннă хушăра пурнăçлать. Акă мĕншĕн ĕнене лăпкăн выртма май туса памалла.
Ĕне ытларах чухне ирхине апатланма кăмăллать. Тепĕр чухне кил хуçи хăйĕншĕн меллĕ йĕркене те хăнăхтарать. Утта выльăха каçхине çитерсен аван, шăплăхра тата канăçлăхра ăна лайăх чăмласа антарать.
Мăйракаллă шултра выльăх 4 сантиметртан кĕске курăка çиеймест. Çавăнпа çуркунне кĕтĕве тухсассăнах вăл тăранаймасть, ирсерен тата каçсерен ăна апатлантармалла. Çÿллĕ курăк çинче те çÿретме тăрăшмалла мар. Курăк çÿллĕшĕ 10-12 см пулсан аван.
Ĕнене мĕн чухлĕ шыв ĕçтермелле тетĕр-и? Татăклă хуравлаймăн. Ку ăратран, выльăх йывăрăшĕнчен килет. Нумай сĕт паракан ĕнене ытларах ĕçтермелле. Ăсчахсем сăнанă тăрăх – пăруланă тына талăкра 31 литр шыв ĕçет, 15-20 литр сĕт паракан ĕне - 38 литр, 20-25 л сĕт антараканни - 40 литр.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
«Конкурса хутшăннăшăн Мускава сире кам илсе кайтăр?» тесе ыйтсан, эпĕ хам та иккĕленнĕ пулăттăм. Халĕ, акă, киле каякан çулпа пынă, Рязань хули урлă иртнĕ май, çакă чăннипех те хампа пулса иртнине ĕненетĕп. Мускав хулин илемлĕхĕпе асамлăхĕ, мăнаçлăхĕ вара куç умĕнчен каймасть.
«Конкурса хутшăннăшăн Мускава сире кам илсе кайтăр?» тесе ыйтсан, эпĕ хам та иккĕленнĕ пулăттăм. Халĕ, акă, киле каякан çулпа пынă, Рязань хули урлă иртнĕ май, çакă чăннипех те хампа пулса иртнине ĕненетĕп. Мускав хулин илемлĕхĕпе асамлăхĕ, мăнаçлăхĕ вара куç умĕнчен каймасть.
Иртнĕ çулхи кĕркунне Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн студенчĕсем, çав шутра эпĕ те, «Алло, эпир талантсем шыратпăр» конкурс çĕнтерÿçисем пулса тăтăмăр. Çĕнтерÿшĕн Мускав хулине çулçÿреве кайма тивĕçрĕмĕр.
Раççейĕн тĕп хулипе паллашасси хĕллехи каникул вăхăтĕнче, январь уйăхĕн 26-мĕшĕнче, пуçланчĕ. Çав кун эпир нумай хутлă, питĕ çÿллĕ çуртсене (небоскреб) куртăмăр. Кремльте, Хĕрлĕ площадьре пултăмăр, Кремль башни çинчи тĕнчипе паллă Кремль куранчĕсене курса тĕлĕнтĕмĕр. Пуринчен те ытларах Василий Блаженнăй чиркĕвĕ килĕшрĕ. Вăл мана хăйĕн чанĕсемпе тыткăнларĕ. Çав кунах эпир В.С. Спесивцев ячĕллĕ çамрăксен театрĕнче пултăмăр. Артистсен пултарулăхĕ, хăйсене сцена çинче чăн пурнăçри пек тыткалани пире çав тери тĕлĕнтерчĕ те, хумхантарчĕ те.
Тепĕр кунхине М. Джалиль ячĕллĕ тутар шкулне çитрĕмĕр. Асăннă шкулта тĕрлĕ наци ачисем пĕлÿ илеççĕ. Апла пулин те вĕсенчен кашниех тутар чĕлхине те вĕренет. Эпир тутар чĕлхи тата информатика урокĕсенче пулса куртăмăр, музейпе библиотекăна та кĕрсе тухрăмăр. Пире çак шкул питĕ килĕшрĕ. Ялта çеç мар, Мускав хулинче те тăван чĕлхе учителĕ пулса ĕçлеме май пур иккен. Вĕсем пур çĕрте те кирлĕ.
Çулçÿревĕн виççĕмĕш кунĕнче Третьяков галерейине кайрăмăр. Унти пур картина та чĕрĕ пекех туйăнчĕ. Тĕлĕнмелле тыткăна илчĕç.
Çак çулçÿреве йĕркелеме пулăшнă ППУн Çтерлĕри филиалĕн тата юратнă факультетăн ертÿçисемпе преподавателĕсене пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватпăр. Пире çакăн евĕр кану мероприятийĕ питĕ килĕшрĕ.
Анфиса САЛИХОВА,
ППУ Çтерлĕ филиалĕн тĕрĕк тата филологи факультечĕн I курс студентки.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Така 21.III - 20.IV Çак тапхăр юратса пăрахма е пур хутшăнусене çирӗплетмешкӗн ăнăçлă. Халиччен пӗччен пулнисен ăçта та пулин кайсан интереслӗ çынпа паллашма май пулать. Юлташла çыхăнусене пула нумай ӗç пурнăçлама пултаратăр. Ытлашши тăкаксем кăна кăмăла пăсма пултарӗç, харпăр бюджетран тухса каясран асăрханăр. ВĂКĂР 21.IV - 20 Ку эрнере илӗртӳллӗ...
Така 21.III - 20.IV
Çак тапхăр юратса пăрахма е пур хутшăнусене çирӗплетмешкӗн ăнăçлă. Халиччен пӗччен пулнисен ăçта та пулин кайсан интереслӗ çынпа паллашма май пулать. Юлташла çыхăнусене пула нумай ӗç пурнăçлама пултаратăр. Ытлашши тăкаксем кăна кăмăла пăсма пултарӗç, харпăр бюджетран тухса каясран асăрханăр.
ВĂКĂР 21.IV - 20
Ку эрнере илӗртӳллӗ пулнине кура, усăллă ӗçлӗ хутшăнусем йӗркелетӗр. Творчествăра та, ытти ӗçре те ăнăçу пулатех. Укçа-тенкӗпе тирпейлӗ пулмалла. Килшӗн кирлӗ япаласене эрне пуçламăшӗнче илме тăрăшăр.
ЙӖКӖРЕШсем 21.V - 21.VI
Малти вырăнта сывлăх пулмалла, пăлханнипе, васканипе ал-урана ыраттарма пултаратăр. Шăнса пăсăлас килмесен упранăр. Апат енчен те хăвăра чарма пӗлӗр, уйрăмах пылакран е ытлашши тăвартан. Хăш-пӗрисем ӗç вырăнне улăштарма пултарӗç.
Рак 22.VI - 22.VII
Çак тапхăрта нумайăшӗ пуçӗпех ӗç ăшне путӗ. Пысăк тупăш илесси курăнать. Хăш-пӗрисем профессире çитӗнӳ тăвӗç, пуçлăхсем ӗçтешӗсемпе сăмах килтереççӗ. Ӗçе вырнаçма та аван тапхăр. Бизнесра вара çухатусем пулма пултараççӗ.
АрĂСЛан 23.VII - 23.VIII
Ку эрнере укçа тустарас туртăм вăйланать: çӗнӗ тумтир туянас, канма каяс килӗ. Калаçма пӗлнине кура аван ӗçлесе илме пултаратăр. Эрнен иккӗмӗш çурринче ытларах шухăшлă пулса çӳретӗр. Йăнăшсем тăвасран асăрханăр, унсăрăн ӗçлесе илнине çухатма пулӗ.
ХӖр 24.VIII - 23. IX
Ку эрнере апат-çимӗçпе асăрхануллă пулмалла, хуйхăрнипе, стрессене пула апат ирӗлтерекен система аптратма пултарӗ. Чӗре системине те упрамалла, ытлашши нумай ан ӗçлӗр. Сиенлӗ хăнăхусене пăрахăçлама ăнăçлă тапхăр. Ӗçпе кил хушшинчи шайлашăва тытма пӗлӗр.
ТАраса 24.IX - 23.X
Творчествăпа, спортпа, наукăпа ӗçлекенсен çитӗнӳсен тапхăрӗ пуçланать. Çулçӳреве тухмашкăн аван вăхăт. Çăмăллăнах çынсен юратăвне çӗнсе илеетӗр, уйрăмах ӗçӗ сценăпа çыхăннисем. Юратушăн та ăнăçлă эрне. Тăвансемпе хирӗçме пултарасси кăна кăштах кăмăла пăсӗ.
Скорпион 24.X - 22.XI
Эрнен пӗрремӗш çурринче талантсемпе усă курни ăнăçусăр пуçне пуйма та пулăшӗ. Уйрăмах ӗçӗ илем кӳрессипе е хаваттер дизайнӗпе çыхăннисен. Эрне вӗçнелле плансене пурнăçлама кăштах йывăрланӗ. Ывăннипе йăнăшсем тума пултаратăр. Укçа-тенкӗпе теветкелленмелле мар.
УхĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Сывлăхăра хавшатас мар тесен, чӗрепе юн тымарӗсене ытлашши нагрузкăран упрăр. Ытларах уçăлса çӳреме тăрăшмалла. Спортпа аппаланакансен çитӗнӳсем тăвӗç. Пур енӗпе те тимлӗ пулма тăрăшмалла, гигиена правилисене ан манăр.
Ту качаки 22.XII - 20.I
Нумай ӗçлеме тивӗ, ӗçленине кура тупăшӗ те пулӗ. Сипленме аван вăхăт, тухтăр патне кайма тăрăшăр. Ӗçре ырă улшăнусем пулӗç, карьерăпа ӳсме пултаратăр. Укçа-тенкӗре çухатас темесен, азартлă вăйăсенчен пăрăнса çӳрӗр.
ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Кил-çурта хăтлăрах тăвас тесе нумай укçа тăкаклатăр. Ӗçлесе илес шанчăк çук, çавăнпа пуррипе çырлахма тăрăшăр. Суту-илӳпе, çӗрпе ӗçлекенсен лару-тăрăвӗ кăшт лайăхрах пулӗ. Килте ӗçлекенсене те кăштах ăнма пултарать. Хăвăра алăра тытма пӗлменнипе ӗçре йăнăшсем тума пултаратăр.
ПулĂсем 21.II - 20.III
Сывлăхăра упрама тăрăшăр, чирлемен пулсан та. Çапах та медицина тӗрӗслевӗсемшӗн вăхăт пит аванах мар, диагноза тӗрӗс лартаймӗç. Пурнăçпа кăмăллă пулма пӗлни вара сывлăха çирӗплетме пулăшӗ, япăх шухăшсене хăвалăр. Вăхăта юлташсемпе ирттерме тăрăшăр. |
Чĕркем — тавара тата чĕртавара куçарнă, упранă, усă курнă чухне вĕсен сыхлавлăхне тивĕçтерес шутпа майлаштаркан япаласем, материалсем тата ытти хатĕрсем; çакна тăвассин процесне хăйне вара чĕркев теççĕ[1].
Апат-çимĕç чĕркемĕсен тĕрлĕ тĕсĕсем
Упаковка функцийӗсемПравить
Вӗсене туса хатӗрленӗ хыҫҫӑн предметсен пахалӑхне сыхласа хӑвармашкӑн, ҫавӑн пекех вӗсене транспортпа усӑ курма меллӗ компактлӑхсем парса тӑмаллине пӗлтерет.
Чылай чухне тавар рекламине йӑтса ҫӳрекенсенчен пӗри шутланать.
Упаковкӑна ҫырса хатӗрлесси кирек мӗнле продукцие те ӑнӑҫлӑ сутма кирлӗ условисенчен пӗри шутланать.
Усӑ курмалли меслет ҫинчен калакан информацие хамӑр ҫине илӗпӗр. RFID, NFC — ҫавӑн пекех поставка логистики ҫинчен, унта тытса тӑракан (эрех-сӑра) чӑн пулнине ҫирӗплетсе парасси ҫинчен тата ытти майсем аталанса пыраҫҫӗ.
Дозорсем, кисточкӑсем, спонжиксем тата т. ыт. те), ачасене мӗн тума юраманнине кӑтартакан майсемпе пӗрлештерме пултараҫҫӗ. |
Гафури район центрĕнче, Красноусольскинче, «Юрлакан ял» конкурс иртрĕ. Унта тĕрлĕ ялсенчен 24 ансамбльпе пĕччен тата дуэтпа юрлакан 200 ытла çын пуçтарăнчĕ. Куракансенчен те нумайрах. Конкурса ÿсĕмне кура виçĕ ушкăна пайларĕç: 16 çулчченхисем,16-35 çулхисем, 36 çулхисем тата аслăраххисем.
Конкурс-концерта ултă çулхи пушкăрт хĕр ачи юрăпа пуçларĕ. Унтан иккĕн юрлакансем, ансамбльсем сцена çине тухрĕç. Эпир те, Белое Озеро ялĕнчи «Тантăшсем» ушкăн, çак мероприятие хутшăнма кăмăл турăмăр. Ялта ытти халăхсен пултарулăх ушкăнĕсем çук. Тутарсемпе вырăссем пуçтарăнкаласа пăхрĕç. Мĕн сăлтава пула-тăр саланса кайрĕç. Хамăра чăвашсене кăштах мухтаса илсен те ытлашши пулмĕ. Вун иккĕмĕш çул ĕнтĕ вун икĕ чăваш хĕрарăмĕ, кашни мероприятие хутшăнаймасан та, хамăра кура тăрăшатпăр. Ăçта пулсан та вырăнсăр, парнесĕр таврăнман. 2013-2014 çулсенче хамăр районта иртнĕ «Юрататăп сана пурнăç» конкурсра ансамбль номинацинче II вырăн йышăнтăмăр, Благовещенск хулине кайма тивĕçлĕ пултăмăр. Çĕнтерÿçĕсем тĕп хулара Ĕпхÿре вăй виçрĕç. Унтан та II вырăна алăран ямасăр, «Скрипичный ключ» кубокĕпе Хисеп хутне тивĕçсе, хавхаланса таврăнтамăр. Благовещенск хулине кайнă чух пĕр кăсăк самант пулса иртрĕ. Красноусольскинчен ирех автобус килсе çитрĕ. Ак, тамаша! Автобусра баянист çук. Водитель: «Шăнкăравларăмăр, тытмарĕ трубкине,10 минут кĕтсе тăтăмăр, килмерĕ», - тет. Мĕн пулсан та пулать, пурпĕрех каймалла. Акопелла пулсан та юрлăпăр тесе, хамăра йăпатса çула тухрăмăр. Пырса çитсен сценăпа паллашма репетицине чĕнчĕç. Пирĕн умран марисем юрларĕç. Эпир «Тăван яла таврăнсан» юрра юрлама кăна тытăннăччĕ, хыçра баян сасси илтĕнчĕ. Юрласа пĕтерсен пăхатпăр: пĕр палламан арçын кулкаласа тăрать. Ку Нуриман районĕнчи марисен музыканчĕ пулса тухрĕ. «Юррăн пахалăхĕ 50 % кĕвĕрен килет, эпĕ сире пулăшăп», - тесе лăплантарчĕ вăл пире. Кĕвĕ ăсти Андрей ятлă иккен. Çапла марисемпе паллашса асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем турăмăр, кайран унпа Ĕпхÿре те тĕл пултăмăр (ун чухне пирĕн баянист çывăрса юлманчĕ - авт.). Вĕсен тумĕсем питĕ килĕшрĕç: авалхи тум тăхăннă, таканлă çăпатасем сырнă. Тăпăртатса кăна тăраççĕ. «Кусем пĕрремĕш вырăн илеççĕ ĕнтĕ», - тесе калаçатпăр хамăр хушăра. Çук çав, жюри членĕсем I вырăна вырăс ушкăнне, иккĕмĕшне - пире, виççĕмĕшне вĕсене пачĕç. Конкурс тăватă сехете тăсăлчĕ. Эпир «Халăх юрри» номинацинче III степень лауреачĕ ята тивĕçрĕмĕр. Июнь уйăхĕнчен вырăнти культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçи пулса питĕ талантлă, хитре саслă вырăс хĕрарăмĕ Наталья Исламуратова ĕçлет. Çавăнпа та пире икĕ юрă юрлама ирĕк пачĕç, пĕри вырăсла «Ох,какие задушевные у милого слова», тепри чăвашла «Урам айкки кăвак çеçке». Ытти ушкăнсем пĕрер юрă кăна юрларĕç.
Статистика тăрăх, Гафури районĕнче 3 пине яхăн чăваш пурăнать. Манăн шухăшпа, çурри вырăсланса пĕтнĕ. Чăвашсем йышлă пурăнакан ялсем - Мракьел, Канаш, Антоновка, Белое Озеро, Красноусольск. Мракьелĕнче пĕр вăхăт питĕ вăйлă ансамбль пурччĕ.
Унăн ертÿçи куçса кайсан саланчĕç, çапах хальхи вăхăтра «Хĕрсем» («Девчата») ушкăн йĕркелесе янă. Анчах та вĕсем чăвашла юрламарĕç. «Надежда» дуэт (Надя Ивановăпа Надя Тимофеева) икĕ сасăпа «Ландыш» вырăсла юрă шăрантарчĕç. Надеждăсем, сире çакна каласшăн, концертра-и, конкурсра-и, тархасшăн, хамăр тăван чăваш чĕлхипе юрлăр-ха. Пĕр концертра çумра ларакан икĕ чăваш хĕрарамĕ калаçнине илтме тÿр килчĕ: «Нимле Шупашкар артисчĕсем те кирлĕ мар, çаксем юрланине сехечĕпе итлесе ларăттăмăр. Ытла та хитре, кăмăла çĕклентерсе килĕшÿллĕ юрлаççĕ», - тесе пăшăлтатрĕç вĕсем. «Надежда» дуэтсен хушшинче II вырăна тухрĕ.
Антоновкăсем çинчен те кăштах çырса пĕлтересшĕн. Вĕсен илемлĕх ертÿçи Лиля Минулловна пушкăрт хĕрĕ чăваша Миша Осипова качча тухнă. Чăваша çаврăннă кин 2005 çул Çтерлĕри культура техникумне куçăн мар вĕренме кĕрсе, аллине режиссер дипломĕ иличченех, ял клубĕнче ĕçлеме тытăннă. Малтан шкулта вĕренекен хĕр ачасемпе ĕçлеме кăмăл тунă. Кăшт вăхăт иртсен «Мерцание» ташă ушкăнĕ çуралнă. Икĕ çул каялла вăл «Вирьял» ушкăн йĕркелесе ячĕ. Вĕсем кĕске вăхăтрах ĕлĕкхи, хальхи эстрада, халăх юррисене шăпчăксем пек шăрантарма пуçларĕç. Питĕ пултаруллă та тăрăшуллă хĕрарăмсем пухăннă. Пирвайхи утăмсем туса конкурсра «Пурнăç урапи çаврăнать» юрра юрларĕç. Унта хутшăннăшăн вĕсене Хисеп хучĕ парса чысларĕç. Культура сферинче тăрăшакансене малашлăхра ырлăх-сывлăх, телей, çĕнĕ çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсем тума сунатăп.
Нина МАТВЕЕВА. Гафури районĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
«2021 çулхи халăх çыравĕ цифрăллă технологисемпе усă курса максимум «цифрăллă» иртнипе уйрăлса тăрĕ‚ - тенĕ Ĕпхÿ хулин патшалăх статистикин уйрăмĕн начальникĕ Оксана Даянова. - Тĕп çĕнĕлĕх - çынсем хăйсен тĕллĕн интернетри «Госуслуги» порталта электронлă çырав листисене информаци кĕртни.
«2021 çулхи халăх çыравĕ цифрăллă технологисемпе усă курса максимум «цифрăллă» иртнипе уйрăлса тăрĕ‚ - тенĕ Ĕпхÿ хулин патшалăх статистикин уйрăмĕн начальникĕ Оксана Даянова. - Тĕп çĕнĕлĕх - çынсем хăйсен тĕллĕн интернетри «Госуслуги» порталта электронлă çырав листисене информаци кĕртни.
Переписчиксем килĕрен çÿренĕ чухне ятарлă программăсемпе тивĕçтернĕ планшетсемпе усă курĕç. Çавăн пекех çырав участокĕсем ĕçлĕç‚ нумай функциллĕ центрсенчи пÿлĕмсенче те халăх çыравĕ ирттерĕç.
РФ Правительствин постановленийĕпе килĕшÿллĕн 2020 çулти Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне 2021 çулхи апрель уйăхне куçарнă. Çырав кăтартăвĕсем халăх шучĕпе çул ÿсĕмне хак пама‚ нацпроектсем‚ социаллă тата экономика программисене хатĕрленĕ чух демографи даннăйĕсене шута илме май параççĕ .
Планпа килĕшÿллĕн Ĕпхÿ хулинчи 49 188 çуртра халăх çыравĕ иртĕ. Вĕсенчи халăх шучĕ 1 155 086 çынпа танлашать.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Юлашки вăхăтра регионсенче кӗпӗрнаттăрсем кашни эрнере тенӗ пекех улшăнаççӗ. Президент суйлавӗ çывхарнă май Владимир Путин çӗнӗ кадрсен йышне хатӗрлени сисӗнет. Ӗнтӗ халех паллă: 2017 çулта Саратов, Томск, Ярославль, Белгород, Новгород, Калуга облаçӗсенче, Буряти, Мордови, Адыгея республикисенче пуçлăхсене суйлӗç. Суйлавсем чылай регионта иртмелле, хăш-пӗр çӗрте вырăнти парламентсем те çӗнелӗç. Тӗнчери политика...
❮
❯
Юлашки вăхăтра регионсенче кӗпӗрнаттăрсем кашни эрнере тенӗ пекех улшăнаççӗ. Президент суйлавӗ çывхарнă май Владимир Путин çӗнӗ кадрсен йышне хатӗрлени сисӗнет. Ӗнтӗ халех паллă: 2017 çулта Саратов, Томск, Ярославль, Белгород, Новгород, Калуга облаçӗсенче, Буряти, Мордови, Адыгея республикисенче пуçлăхсене суйлӗç. Суйлавсем чылай регионта иртмелле, хăш-пӗр çӗрте вырăнти парламентсем те çӗнелӗç.
Тӗнчери политика опычӗ кăтартнă тăрăх, çӗршыв ертӳçи хăй таврашӗнчи çынсене урăххисемпе ылмаштарни çăмăл мар лару-тăрура лидер шав малта пулма ăнтăлнипе çыхăннине пӗлтерет. Ку ăна вăйлатать. Кремльте «улăштарайми çын çук» тесе шутланине пысăк ылмашăнусем çине пăхса çирӗплетме пулать. Президент Администрацийӗн ертӳçи Сергей Иванов урăх çӗре ӗçлеме куçни, Патшалăх Думин Председателӗ улшăнни, Улюкаев министра арестлени, Хорошавинпа Белых хăйсен шăписене СИЗО-ра кӗтсе ларни - питӗ курăмлă сигналсем. Кӗпӗрнаттăрсене хăйсен пуласлăхӗ пирки çирӗппӗн шухăшлама сӗннӗ пулмалла. Президент суйлавӗсем çывхарнăçемӗн çак лару-тăру çивӗчленме те пултарать вӗт.
Патшалăх службипе управлени институчӗн политика журналистикин профессорӗн Владимир Кравцовăн сăмахӗсемпе, çывăх вăхăтра тата 4 регион ертӳçи ӗç вырăнне улăштарма пултарать.
ӗслӗхрен, Карели, Марий Эл... Вӗсен шутӗнче Чăваш Республики те пулма пултарать. Ученăй шучӗпе, çакă регионти экономика лару-тăрăвӗ вăйлах пулманнипе çыхăннă. Ку ыйтăва татса панă чухне суйланнă Пуçлăхсем пирки халăх мӗн шутланине те шута илеççӗ-тӗр Мускавра. 2016 çулхи октябрь уйăхӗнче Ярославль, Калининград, Киров облаçӗсен ертӳçисене силовиксен структурисемпе çыхăннă çынсене çирӗплетрӗç. Çакна Владимир Путин хăйӗн командине вăйлатма пуçланă пек ăнланмалла-тăр. Командира хушусене итлесе пурнăçлакан шанчăклă салтаксем кирлӗ. Власть вертикалӗ пур çӗрте те пӗрешкел.
2016 çулта иртнӗ парламент суйлавӗсем çирӗплетрӗç - «Единая Россия» партие хирӗç тăраякан конкурентсем регионсенче çукпа пӗрех. Либераллă оппозици арканнă. Хăть Михаил Касьянова илӗр, хăть Владимир Рыжкова, оппозиционерсен ӗç тухмарӗ. Хальхи кӗпӗрнаттăрсен суйлавӗсенче те Президент суйлавне хутшăнма кăмăл тунă Навальныйăн мӗнпе-тӗр палăрма майсем сахал. Ăна тӳрех «Кировлес» е тата урăх ӗçсене аса илтереççӗ. Çак политик ытларах миллионшар çынлă пысăк хуласенче пурăнакан электоратшăн интереслӗ.
Президент суйлавӗ умӗн политикăри шăплăх, тăнăçлăх кирлӗ. Çавăнпа та пысăк предприятисенче ӗç укçи тӳлемесӗр, хыснана çаратакансемпе кӗрешмесӗр, юхăннă çулсене юсамасăр, айван чиновниксене кăларса ывăтмасăр ларакан регион ертӳçисене начар статьяпа - «шанăçа çухатнăшăн» - ӗçрен кăларма пултарни палăрать. |
Сирĕн валли Чăваш Республикинче кашни уйăхрах тухса тăракан "Тăван Атăл" журналăн кăçалхи 3-мĕш номерĕ. Асăрхарăр ĕнтĕ, январьте журнал икĕ пайран тухма тытăнчĕ, çавăнпа калăпăшĕ те кăшт ÿсрĕ. "Тăван Атăлпа" "Сунтала" икĕ журнал тесен те йăнăш пулмĕ: вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрса вулама май пур; содержанийĕпе те раснарах – "Тăван Атăлта" илемлĕ литература хайлавĕсем пичетленеççĕ, "Сунталта" ытларах обществăпа политика материалĕсем, публицистика, критика тата тĕпчевсемпе тишкерÿсем вырăн йышăнаççĕ.
Вулакансем, сире аса илтерер, "Сунтал" 1924 çултанпа тухать. 1946 – 2007 çулсенче вăл "Ялав" ятпа тухса тăнă. "Тăван Атăл" журналăн чи пĕрремĕш номерĕ вара 1931 çулта "Трактăр" ятпа пичетленсе тухнă, 1935 çултан – "Илемлĕ литература" ятпа, 1944 çултан – "Тăван Атăл".
"Тăван Атăл" журналăн çак номерĕн малтанхи страницинче Петĕр Çăлкуç поэт шăрçаланă "Сар хĕвел ыр сунса йăл кулсассăн…" ятлă сăвви вырăн тупнă. Унпа паллашсан вулаканăн кăмăлĕ уçăлсах каять, вара вăл журналти ытти хайлавсене те савăнсах вулласа тухĕ те хак парĕ.
Лев Кузьмин çыравçă хайланă "Хура юпа" романăн 3-мĕш пайăн 13, 14, 15, 16 сыпăкĕсем журналăн малалли страницисенче пичетленнĕ. Мĕнлерех вĕçленĕ-ши роман? Çакна пĕтĕмпех журналăн çĕнĕ номерĕнче вуласа пĕлме пулать. Пуçламăшĕ иртнĕ çулхи 10, 11, 12, кăçалхи 1, 2-мĕш номерсенче тухнă. Романа вырăсларан Юрий Айдаш куçарнă.
Галина Матвеева çыравçă "Нимĕç ачи" калава чăн пулнине тĕпе хурса çырнă. Калавра Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче нимĕç офицерĕнчен çуралнă ача пурнăçне сăнланă.
Журналăн çĕнĕ кăларăмĕнче Валентин Константинов çыравçăн "Симĕс курăк, кăвак тÿпе, шурă лаша, Анукпа Хĕветĕр", "Кулине Аппа" калавĕсем кун çути курчĕç. Унăн литература хайлавĕсем халиччен "Тăван Атăл", "Ялав", "Капкăн" журналсенче, темиçе автор пĕрле кăларнă кĕнекесенче пичетленнĕ. Вăл Куславкка районĕнчи "Ялав" хаçатăн корреспонденчĕ, унтан редактор çумĕ пулса ĕçленĕ. 1986 çултанпа – тĕп редактор – типографи директорĕ.
Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Николай Осипов "Тăван Атăл" журналта 2009 çулта пичетленнĕ калавсене вуланă хыççăн çуралнă шухăшĕсене "Çыравçă хайлавĕ – пурнăç тĕкĕрĕ" тишкерÿре уçса панă. Автор хальхи вăхăтра И. Я. Яковлев ячĕллĕ педуниверситетри чăваш литература кафедрин доценчĕ. Вăл 40 ытла тĕпчев ĕçĕ, çав шутра монографи, вĕрентÿ пособийĕсемпе меслет кăтартăвĕсен 10 яхăн кĕнеке хатĕрлесе кăларнă.
Журналти чăваш поэзийĕн антологийĕн çĕнĕ кăларăмне Ю. Айдаш, П. Афанасьев, Ю. Сементер пухса хатĕрленĕ. Шучĕпе вăл 15-мĕш. Унти çыравçăсемпе паллашар-ха.
Вулакансем çак номерте Михаил Алексеевич Васильев поэтăн "Пурăнатăп-ха, телейĕм пур теме…", "Хĕрĕме", "Сăвă пек пурнать пĕр хĕр ача…", "Чарлансем", "Хавхалану пулсан", "Алтăр çăлтăр", "Юрату пуçламăш пек…", "Телей саманчĕ" сăввисене вуласа киленĕç.
М. А. Васильев Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин журналистсен союзĕн С. В. Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ, СССР пичет ĕçĕн отличникĕ. Унăн сăввисем, новеллисем, очеркĕсем "Ялав", "Тăван Атăл" журналсенче, "Çĕнĕ кĕвĕ" (1976), "Çĕре юратса" (1983), "Тăван ялăм, савнă ялăм" (1985) кĕнекесенче пичетленнĕ.
Григорий Илепер (Михайлов Григорий Михайлович) сăвăçăн ку антологире "Телей", "Парăм", "Ĕç лаши", "Кучченеç", "Юрату сукмакĕ" сăввисем пичетленнĕ.
Телей…
Їçтан вăл пуçланать?
Їçта хĕрри, ăçта ун вĕçĕ?
Мĕнпе килет, мĕнпе каять?
Їçта хÿтти, ăçта ун хĕçĕ?
Телейлĕ те телейсĕр теççĕ
Çын шапине хак панă май.
Мĕнпе ăна çынсем виçеççĕ?
Тен, ман вăл çук?
Тен, пит нумай?.. – тесе çырать сăвăç "Телей" ятлă сăввинче. Кашни йĕрки вулакана шухăша ярать. Хамăр пурнăç сукмакне тепĕр хут йĕрлесе тухатпăр.
Виталий Григорьевич Григорьев (Енĕш) çыравçă юлашки çулсенче ытларах куçару ĕçĕпе ĕçлет. Вăл нумай халăх çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарса кăларнă. Чăвашпа пушкăрт литературисем хушшинчи çыхăнусене çирĕплетессишĕн тăрăшнăшăн ăна Пушкăртстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне тата Ф. Карим ячĕллĕ литература премине панă. Халĕ вăл "Чăн тĕн кĕнекине" чăвашла куçарса кăларассипе те тăрăшать. Савăçăн журналта "Тасалăх", "Парăма татни", "Чĕрере", "Хаклă мул" тата ытти сăввисем пичетленнĕ.
– Камсем эпир, мĕнле йăхран эпир?
Мĕнле анне пире савса çуратнă,
Мĕнле атте ура çине тăратнă,
Мĕнле ăспа та хапăлпа эпир
Чăваш çĕрне таса чунпа юратнă? – тесе çырать "Камсем эпир?" ятлă сăввинче филологи ăслăлахĕсен кандидачĕ, доцент, чăваш халăх ăсчахĕ, аслă шкул вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçлевçи Виталий Петрович Станьял (Никитин). Вăл виççĕ сăвă кĕнеки авторĕ: "Ытамлатăн, Çĕршывăм, мана", "Їраскал тĕпренчĕкĕ" тата "Юрату йĕтесĕ".
Çак номерте унăн "Камсем эпир?", "Ман килес", "Чăваш ачи" тата ытти сăввисем пичетленнĕ.
Аристарх Иванович Дмитриев поэта, куçарÿçăна пĕлмен чăваш çук та пулĕ. Поэт Çеçпĕл Мишшин, Ухсай Яккавĕн, Юрий Сементерĕн, Николай Исмуковăн, Валери Туркайăн сăвви-поэмине, чăваш халăхĕн "Улăп" эпосне вырăсла куçарнă. Вăл Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивеçлĕ ĕçченĕ. Çеçпĕл Мишши тата К. С. Турхан ячĕллĕ премисен лауреачĕ. Вулакансем сăвăçăн "Тăватă чĕре", "Хĕрарăмсемпе салтаксем", "Аэлита", "Тĕп тымар", "Çĕршывăм", "Уйăх çинчи аппа" тата ытти сăввисемпе паллашĕç.
Чĕкеç курăк шăрши – пыл шăрши.
Тулăх улăх – Çавалăн харши.
Ку вăл – эпĕ çуралнă Çĕршыв,
Ман илемлĕ Çĕршывăм, – тесе чунтан çырать Аристарх Дмитриев. Сăвăçăн вăрçă çинчен çырнă йĕркесем те пур, "Хĕрарăмсемпе салтаксем" сăвăран:
…Хĕрарăмсем!
Эсир пилленĕ-çке пире
шинельсемпе
хÿтĕлеме Ĕçе, Мире.
Хĕрарăмсем салтаксемпе пĕрле кашни:
– Ан пултăр, – теççĕ, –
вăрçăра çын йынăшни.
Журналăн вĕçĕнче "Тĕрĕ пултăр парне" кăларăмра тĕрĕ шăрçалама кăмăллакансене çĕнĕ ÿкерчĕк сĕннĕ.
"Ял илемĕ – капăр çурт" кăларăмра çĕнĕ çурт планĕ пур.
"Сунтал" журналăн номерĕнче те вуласа пĕлмелли чылай. "Ĕмĕр саки" ярăмра Арсений Тарасов "Блокада ачи" ятпа блокадăри Ленинград çинчен çырса панă. Унта пулса иртнĕ ĕç-пуçа Павел Петрович Ишмуратовăн пурнăç шăпи урлă куратпăр. Сăн ÿкерчĕксем те пур.
"Вулакан пултарулăхĕ" ярăмра Тутар Республикин Çĕнĕ Шешкел ялĕнчи Антонина Саушкинан "Виç кĕтеслĕ çыру" тата Красноармейски ялĕнчи Лев Григорьевăн "Паян та манăçми кунсем" сăввисем пичетленнĕ.
Проза ярăмĕнче Николай Ишентейĕн "Ытама кĕреймен юрату" повеçĕ кун çути курнă. Їна автор 2006 çулта çырнă, 21 сыпăкран тăрать. Юрату пурнăç тыткăчи, çын кун-çулĕн тăсăмĕ, этеме кÿрекен чи таса тĕнче пулнине Анюк аппан çамрăклăхĕн, пурнăçĕ, юратăвĕ урлă куратпăр. Вăл çырăвĕсене шап-шурă тутăрпа тирпейлĕн чĕркесе упрать. "Вĕсем малашне те кирлĕ пулĕç-ха. Унта ахаль сăмахсем мар, чун савнисен саккунне кĕме тивĕçлисем", – тет Анюк аппа.
"Аслă Çĕнтерÿ: 65 çул" ярăма "Вутра шăранчĕ пирĕн яшлăх…" ятпа кĕнĕ хайлава Георгий Орлов поэта халалланă. Аса илÿсен авторĕ – чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер. Кунтах Георгий Орловăн "Вăрçă ÿкерчĕкĕ", "Таврăнни", "Çĕмĕрт" тата ытти сăввисем пичетленнĕ.
"Килтĕмĕр – куртăмăр" ярăмра Артем Суркин çырнă "Ыранхи паянхинчен лайăхрах пултăр-и?" ятлă статья вырăн тупнă. Унта "Батыревский" хуçалăх ертÿçисем çур акине мĕнле хатĕрленни çинчен каласа панă. Сăн ÿкерчĕкĕсем Олег Мальцевăн.
"Ўнер тĕнчи" ярăмри философи ăслăлахĕсен кандидачĕ Герольд Плечов çырнă "Чăваш "Рафаэлĕ"" статьяна А. А. Кокель ÿнерçĕ-профессор çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă. Алексей Афанасьевич Кокель чăвашсен академи пĕтернĕ пĕрремĕш профессиллĕ ÿнерçи, 700 ытла живопись ĕçĕн авторĕ. Вĕсенчен пысăк пайĕ Шупашкар, Украина тата ытти ют çĕршыв музейĕсенче упранаççĕ.
"Кĕçĕн алăк" ярăмра Николай Григорьев çыравçăн "Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра?" калавĕ пичетленнĕ. Чăн та, мĕн çитмест-ши? Мĕншĕн пурнăçра шухăшласа хунă пек пулса тухмасть? Тен, калава вуласа тухсан çак тата ытти ыйту çине хурав тупма пулĕ.
"Автограф" ярăмра Сергей Журавлев журналист чăваш халăх артистки Светлана Ивановна Бубнова çинчен çырса панă. Сăн ÿкерчĕкĕсемпе те паллашма пулать
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткине Светлана Бубновăна палламан, пĕлмен, унăн юррисене итлемен çын çук та пулĕ. Сăмахран, "Ан авăт, куккук" (Д. Кудаков – Г. Яковлева), "Ан кашла-ха, чăрăш" (И. Степанов – С. Михайлов), "Чĕремре пĕр эсĕ" (В. Федоров – С. Ильин), "Тавах атте-аннем" (И. Степанов – Г. Белов), "Тăван яла килĕр хăнана" (В. Ширтанов – В. Николаев) тата нумай-нумай юрă. Кăларăмра артистка репертуарĕнчи "Чĕремре – пĕр эсĕ" юрă сăмахĕсене тата нотисене сĕннĕ.
Çакăн пек пуян та хăйне евĕрлĕ "Тăван Атăл" журналăн çĕнĕ номерĕ. Унта авторсем çинчен тĕплĕнрех çырса кăтартни те пур.
Кăларăм Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви пулăшнипе тухса тăрать.
Вулавĕ кăмăллă та чуна çĕклентермелле пултăр, хисеплĕ вулакансем!
"Тăван Атăл" журналăн çĕнĕ номерне Чăваш Республикин Наци библиотекин "Чăваш кĕнеки" центрăн библиотекарĕ Алина Павлова тишкернĕ. |
Кандрыкуль ялĕнче пурăнакан Риф Хазиев хурчка чĕрнисенчен вĕçерĕнсе çĕр çине персе ÿкнĕ кайăка тупнă.
Кандрыкуль ялĕнче пурăнакан Риф Хазиев хурчка чĕрнисенчен вĕçерĕнсе çĕр çине персе ÿкнĕ кайăка тупнă. Вăл‚ аманнăскер‚ çынсем панă апатпа шыва йышăнман. Хуçисем пăшăрханнипе «Туймазинский вестник» хаçат редакцине çитнĕ. Журналистсем ыйтнипе кайăка «Кандрыкуль» наци паркĕн ĕçченĕ кайса курнă.
- Ку вăл - чомга‚ - ăнлантарса панă Ирина Сабирова эколог. - Асăннă кайăксем шыва чăмса тытнă пулăсемпе ‚ моллюскăсемпе‚ хурт-кăпшанкăсен личинкисемпе апатланаççĕ. Вăл ăшă çĕре вĕçсе кайманни тата пăрпа витĕннĕ кÿлĕ хĕрринче епле майпа сывă юлни – хăйне майлă вăрттăнлăх.
Редакци ĕçченĕсем районта пурăнакансенчен кайăка çуркуннеччен пурăнма вырăн тупса пама пулăшу ыйтнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Анне чи хаклă та илемлĕ сăнар, чун юратнă çын, çывăх тус. Йывăр вăхăтра ăшă сăмахпа лăплантарма пултаракан, ырă канлĕх парнелекен те вăлах. Пĕтĕмĕшле çак чунтан тухакан сăмахсем пирĕн аннепе, Ирина Константиновна Яковлевапа, тÿррĕн çыхăннă тесе шутлатпăр.
Февраль уйăхĕн 15-мĕшĕнче пирĕн аннен çуралнă кунĕ çывхарса килет - 50 çул тултарать. Вăл хĕлле сивĕ вăхăтра çуралнă пулсан та ăшă туйăмлă çын. Аннене çак чаплă юбилей ячĕпе саламлас килет. Аннеçĕм, сана вăрăм ĕмĕр, сывлăх тата телей сунатпăр. Эсĕ пирĕншĕн хĕвелпе тан, уйăх пек çутă, хир пек аслă, вăрман пек пуян.
Анне 31 çул хушши Çĕнĕ Емпек шкулĕн сукмакне такăрлатать, кĕçĕн классенче вĕрентекен пулса ĕçлет. Хăйĕн ĕçне вăл юратать, вăхăтлă тума тăрăшать. Хисеп хучĕ те нумай унăн.
Килте выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк ĕрчет ет, пахча çимĕç те вăхăтлă пăхса çитĕнтерет. Атте Çурçĕрте ĕçленĕ май, аннене арçын ĕçĕсене те тума тивет. Тутлă апат пĕçерме те вăхăт тупать. Унăн ялан пирĕн валли канмалли кунсенче хуплу, икерчĕ, кукăль пиçнĕ. Çав вăхăтрах вăл Дима мăнукĕ çинчен те манмасть. «Мăнукăм манăн чуна çамрăклатрĕ, вăй-хăват кĕртрĕ», - тет анне.
Эпир аппапа аннене пулăшма тăрăшатпăр. Ара, вăл пире тĕрлĕ ĕç ункайне ĕçлеме хăнăхтарнă. Пирĕн те анне пек ĕçчен, паттăр, хăюллă, патвар пулас килет.
Тайма пуç сана, анне, пире çуратса ÿстернĕшĕн, вĕрентнĕшĕн, тĕрĕс çул çине тăратнăшăн.
Маргарита тата
Анна хĕрĕсем.
Давлекан районĕ,
Канчăлав ялĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Выльăх-чĕрлĕх ырă сывă ӳстĕр, чир-чĕре пула ан хавшатăр тесе тăрăшаççĕ районти ветеринари ĕçченĕсем. Вĕсем ял хуçалăх предприятийĕсенчи çеç мар уйрăм çынсен выльăхĕсене те пăхса тăраççĕ.
Пирĕн районта ытларах мăйракаллă шултра выльăх, сыснасем, лашасем, сурăхсем, кайăк-кĕшĕк тытаççĕ. Вĕсен йышĕ сахалах мар. Чирлесен вĕсене пулăшакансем шăпах ветеринарсем пулса тăраççĕ. — Выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен районти станцин 6 участокĕпе 4 пунктĕнче 31 ĕçчен тăрăшать. Вĕсем пурте пултаруллă, хăйсем суйласа илнĕ ĕçе пахалăхлă та юратса пурнăçлама тăрăшаççĕ. Коллектива хастар çын Сергей Алексеевич Васильев ертсе пырать. Ĕçченсемпе пĕр чĕлхе тупса районта выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе ăнăçлăх хуçалантăр тесе тимлет. Шел пулин те, районта ветеринари кадрĕсем çитмеççĕ. Çамрăксем вĕренӳ заведенийĕсене пĕтернĕ хыççăн яла килме тăрăшмаççĕ. Вĕсем ытларах хулари е район центрĕнчи ветеринари аптекисене е урăх çĕре вырнаçаççĕ. Хальхи вăхăтра тĕллевлĕ направленисемпе 2 çамрăк вĕренет-ха. Ку, паллах, çителĕксĕр. Ял хуçалăх предприятийĕсен, выльăх-чĕрлĕх тытакан ытти формăллă хуçалăхсен ветеринарсене тĕллевлĕ вĕренме ярас пирки шутламалла, — тӳрех калаçăва паянхи чи çивĕч ыйтусенчен пуçларĕ «Комсомольскинчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци» бюджет учрежденийĕн начальникĕн çумĕ А.Г.Шайдуллин. Вăл ветеринарире 25 çула яхăн тăрăшать. Вăрнарти совхоз-техникум пĕтернĕ хыççăн 1998 çулта кунта ĕçлеме пуçланă та, паянхи кунчченех вăй хурать. Опытлăскер, пĕрле ĕçлекенсене те сĕнӳ-канашсемпе пулăшса пырать. Ара, малтанхи çулсенче хăй те аслă юлташĕсенчен нумай вĕренсе пынă. Вăл вăхăтра Р.М.Велимухаметов начальник пулса ĕçленĕ те, унăн вĕрентсе каланисене паянхи кун та асра тытать. Малалла Айдар Гаязетдинович хăйсен юратнă ĕçĕнче нумай çул тăрăшакан выльăх тухтăрĕсене асăнчĕ. «Слава» ЯХПКри Радиф Рахматуллин, «Дружба» ЯХПКри Борис Яковлев, «Луч» ЯХПКри Федор Яковлев, «Труд» ЯХПКри Рифгать Минуллин, «Рассвет» ЯХПКри Петр Зверев, «Дубовка» ОООри Наталья Ефимова, «Сюрбеево» ОООри Рамиль Зейдуллин хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн ăстаçăсем. Районти станцире тăрăшакан Р.М.Велимухаметов, А.К.Тукаева, Йăлмахвари З.Г. Максимова, Аслă Çĕрпӳелĕнчи Р.Р.Минатуллов, Çĕнĕ Мăратри В.В.Андреев, Асанкассинчи Н.Н. Топтыгина ветеринаринче чылайранпа вăй хурса халăхра ырă ят çĕнсе илнĕ. Уяв кунĕнче Айдар Гаязетдинович ветерансене, Э.Г. Ильязова, М.И.Фоминана, В.А.Недрована, Г.М.Федорована тата ыттисене те ырăпа асăнчĕ.
Каларăмăр ĕнтĕ, районта выльăх-чĕрлĕх йышлă. 15272 пуç мăйракаллă шултра выльăх (вĕсенчен 7 пин ытла уйрăм çынсенче), 5972 пуç ĕне (3214-шĕ халăхра), 1284 пуç лаша шутланса тăрать. Кунсăр пуçне уйрăм çынсенче 1004 пуç сысна, 4330 пуç сурăх, 50524 пуç кайăк-кĕшĕк пур. Вĕсен сывлăхĕшĕн тăрăшаси — ветеринарсен тĕп тĕллевĕ.
— Вăл е ку чир пуçланасран асăрханас тĕлĕшпе планпа профилактика ĕçĕсене вăхăтра туса ирттеретпĕр. Туберкулез, бруцеллез, лейкоз чирĕсенчен асăрханас, вăл чирсене çийĕнчех тупса палăртас тĕллевпе выльăхсен юнне илсе тĕрĕслетпĕр. Кӳршĕ республикăсемпе облаçсенче сыснасен африка чумине тата кайăк-кĕшĕкĕн грипне тупса палăртни пире сисчĕвленме хистет. Вăл чирсем питĕ хăрушă, хăвăрт сарăлма пултараççĕ. Вĕсенчен асăрханас енĕпе влаç органĕсемпе те, ял хуçалăх предприятийĕсемпе те, халăхпа та ĕçлеме тивет, — тет А.Шайдуллин.
Халăх патне пахалăхлă выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ çеç çиттĕр тесе те тăрăшаççĕ ветеринари ĕçченĕсем. Çавăнпа та районти выльăх пусмалли 7 ятарласа хатĕрленĕ цехсен ĕç-хĕлĕпе, унти санитари условийĕсемпе паллашсах тăраççĕ. Çĕнĕ регламент тăрăх выльăха ятарласа хатĕрленĕ, пур условисем те тунă вырăнта çеç пусма юрать.
Ветеринарсен ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Чирлĕ выльăха пулăшу панипе пĕрлех вĕсем тĕреклĕ те сывлăхлă ӳсчĕр, продукци ытларах паччăр, чир-чĕр ан çулăхтăр тесе те нумай тăрăшаççĕ. Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци ветеринарсене уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, тулли телей сунать. Вĕсем пулсан вăй-хал та тапса тăрĕ, ăнăçу та юнашар çӳрĕ. |
«Иртнисĕр малашлăх çук» текен халăх каларăшне тĕпе хурса паянхи номерте эпир вулакансене «Урал сасси» хаçатăн иртнĕ хăш-пĕр çулĕсемпе паллаштарасшăн. Тен, вĕсем тĕпчевçĕсемшĕн усăллă та вырăнлă пулĕç.
*1989 çулхи октябрь уйăхĕн19-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи «Çĕршыв çулĕ» хаçат ĕçченĕсем тăрăшнипе Çтерлĕ хулинчи типографинче «Урал сассин» пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнă.
*1990 çулхи октябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче Пушкăрт ССРĕн Аслă Канашĕн депутачĕсем «Урал сасси» хаçата патшалăх шайĕнче кăларса тăрасси пирки йышăну тунă. Унпа килĕшÿллĕн Пелепей тăрăхĕнчи «Малалла» хаçат никĕсĕ çинче эрнере пĕрре тухакан чăваш кăларăмне йĕркелеме палăртнă. Çавăнтах «Урал сасси» Пушкăрт ССР Аслă Канашĕн тата Министрсен Канашĕн хаçачĕ пулнине çирĕплетнĕ.
*1990 çулхи декабрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Пушкăрт ССР Министрсен Канашĕ редакцин укçа-тенкĕ тăкакĕсен сметине, штачĕсене, вăхăтлăх Уставне тата хаçатăн тĕп редакторне çирĕплетнĕ.
*1991 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Урал сасси» патшалăх кăларăмĕ пулса пĕр пин тиражпа вулакан патне çитнĕ. Тепĕр çултан унăн йышĕ 4230 экземпляра çитнĕ. Ку вăл хаçатăн чи пысăк тиражĕ пулса тăнă.
*1999 çулхи январь уйăхĕн 22-мĕшĕнче хаçат тухма пуçланнăранпа 10 çул çитнĕ тĕле Пушкăртстан чăвашĕсене ăс-хакăлпа ăнкарулăх енчен пĕрлештерес тата тăван тавралăх эткерне упраса малалла аталантарас ĕçре хастарлăхпа пултарулăх кăтартнăшăн «Урал сасси» хаçат Н.Я.Бичурин ячĕллĕ премине тивĕçнĕ.
*2000 çулхи октябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Республика кунĕ тĕлне, хаçата компьютерпа калăпласа офсет мелĕпе Пелепей хулинче тин çеç хута янă типографинче пичетленĕ. Çак кунтан пуçласа редакци коллективĕ те çĕнĕ те хăтлă çурта куçнă.
*2003 çулхи май уйăхĕн 16-мĕшĕнче «Урал сасси» пуçласа тĕрлĕ тĕспе кун çути кура пуçланă.
*2005 çулхи апрель уйăхĕнче редакцин электронлă адресĕ уçăлнă. Вăл паянхи кунччен [email protected] адреспа тÿр килет.
*2010 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа вулакансем хаçатăн çĕнĕ номерĕсемпе Интернет уçлăхĕнче те паллашма пултарнă, редакцин сайт ĕçлеме пуçланă.
*2013 çулхи май уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш халăх наукипе ÿнер академийĕ редакци коллективне Николай Васильевич Никольский орденне парса чысланă.
Юрий МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Çанталăк пире хӗвел ăшшипе ачашлама васкамасть-ха, çавăнпа та кăмакасене сӳнтерме те иртерех. Ютаза районӗнчи вӗри шывпа ăшă паракан Уруссу ГРЭСӗн ӗçне чарнă хыççăн, икӗ контурлă котелсем çине куçма хатӗррисен шучӗ ӳссе пырать. Хальлӗхе районри 2400 хваттер хуçи çакнашкал кăмакасене лартма килӗшнӗ. Май уйăхӗн вӗçне вырăнти влаçсем республикăри газификаци фондчӗпе пӗрле...
❮
❯
Çанталăк пире хӗвел ăшшипе ачашлама васкамасть-ха, çавăнпа та кăмакасене сӳнтерме те иртерех. Ютаза районӗнчи вӗри шывпа ăшă паракан Уруссу ГРЭСӗн ӗçне чарнă хыççăн, икӗ контурлă котелсем çине куçма хатӗррисен шучӗ ӳссе пырать. Хальлӗхе районри 2400 хваттер хуçи çакнашкал кăмакасене лартма килӗшнӗ. Май уйăхӗн вӗçне вырăнти влаçсем республикăри газификаци фондчӗпе пӗрле нумай хваттерлӗ 40 çурта уйрăм отоплени çине куçарма, хутмалли вăхăт çитиччен поселокри пӗтӗм çурта уйрăм отоплени кӗртме палăртнă.
«Татар-информ» информаци агенсти пӗлтернӗ тăрăх, хальлӗхе 800 яхăн çын икӗ контурлă котелсем лартнинчен тупăш курнă. «Малтан кашни уйăхра ăшăшăн 7 пине яхăн е ытла та тухатчӗ. Вăл енчӗкшӗн питӗ йывăрччӗ. Халӗ вара котел лартнă хыççăн, пӗр пытармасăр калатăп, тӳлев укçи икӗ хутчен, çук 2,5 хутчен те сахалрах. Пӗр уйăхшăн 3 пин кăна килнӗ», - тесе сăмах каланă ял çынни. Программăн лайăх енӗ вара патшалăх программи пулни, ял хутлăхӗн çыннисене 7 çула лизинг пани. Пӗтӗм ӗçсем пӗтнӗ хыççăн татăклă суммăна палăртаççӗ. Çав сумма 84 уйăха пайланать, процентсем хушăнмаççӗ. Кашни уйăхра пӗр сумма çеç килет. Тӗслӗхрен, оборудованине 84 пинлӗх лартнă пулсан, 1000 пин тенкӗ кашни уйăхра тухать тесе ăнлантранă ГКУ «ТР газификаци фондчӗн» директорӗн çумӗ Зульфат Гимедеев. |
Ку акӑ мӗнлерех пулса иртнӗ: Николай Басков Ҫӗнӗ ҫул умӗн конкурс ирттернӗ. Унта хутшӑнакансен хӑйсен кушакӗпе видео ӳкерӗнмелле пулнӑ (кушак пулӑран е какайран хатӗрленӗ апата суйлани пирки).
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Роман Павлов хӑйӗн Грю ятлӑ кушакӗпе хӑйне евӗр видео ӳкернӗ те «Инстаграма» вырнаҫтарнӑ. Николай Басков ҫак ролике пысӑк хак панӑ, Романа «айфон» туянмашкӑн 100 пин тенке яхӑн ярса панӑ.
Палӑртмалла: ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче Раҫҫейри тепӗр икӗ ҫын пулнӑ.
#Раҫҫейре, #конкурссем, #укҫа-тенкӗ, #Ҫӗнӗ Шупашкар
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Спорт энергийӗпе пӗтӗм Тутарстан хавхаланса хăват илет. Тӗрлӗрен турнирсем, эстафетăсем районсенче тăтăшах иртеççӗ. Хусанти ăмăртусене те районсенчен сахал мар хутшăнакан килет. Акă, тӗслӗхрен, Пӗкӗлмере пурăнакан Владимир Беловпа Ильяс Шайгарданов Хусан марафонӗнче чупнă кăçал. Районти спорткомитет ăсатман вӗсене кунта, спортсменсем хăйсен кăмăлӗпе килнӗ. Иккӗшӗ те 42 километрлă дистанцие вӗçне çити тухнă....
❮
❯
Спорт энергийӗпе пӗтӗм Тутарстан хавхаланса хăват илет. Тӗрлӗрен турнирсем, эстафетăсем районсенче тăтăшах иртеççӗ. Хусанти ăмăртусене те районсенчен сахал мар хутшăнакан килет. Акă, тӗслӗхрен, Пӗкӗлмере пурăнакан Владимир Беловпа Ильяс Шайгарданов Хусан марафонӗнче чупнă кăçал. Районти спорткомитет ăсатман вӗсене кунта, спортсменсем хăйсен кăмăлӗпе килнӗ. Иккӗшӗ те 42 километрлă дистанцие вӗçне çити тухнă.
Вӗсемшӗн çак марафонра Рустам Миннихановпа, Геннадий Онищенкопа, Вера Брежневăпа, Рио-де-Жанейрори Олимпиадăна хутшăнма хатӗрленекен çăмăлатлетсемпе пӗрле хутшăнма уйрăмах кăмăллă пулнă.
68 тултарнă Владимир Белов сăмхӗсемпе, марафон дистанцине вӗçне тухнăшăн панă медаль уншăн Олимп медалӗ пекех. Мӗншӗн тесен юлашки хут вăл марафона 26 çул каялла хутшăннă. Çӗнтерӳ тума çăмăлах пулман, çапах та, чăвашсем каларӗш: «Ӳркев ӳкерет, хастарлăх хăтарать».
ПЕНСИЕ ТУХСАН
- Хама хам тӗрӗслесе пăхас терӗм, - тет Владимир Стефанович. -Çынсем хăйсене: «Пенсие тухиччен ӗçлеп те... Пенсие тухиччен чăтасчӗ, вара тытăнап» тесе программăлаççӗ. Анчах нумай чухне тивӗçлӗ канăва тухсан чирлеме тытăнаççӗ. Эпӗ урăхла. Ӗлӗкех спортпа туслăччӗ. Пенсие тухсан хампа тата хытăрах ӗçлеме тытăнтăм. Çан-çурăма пиçӗхтересси тата ытти те. Пурнăçа илсен, кашни çул мӗнле те пулин пысăк ӗçе плана кӗртетӗп. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, çуртăн иккӗмӗш хутӗнче килти музей туса хутăм. Кăçал çак марафона хутшăнасси тӗп тӗллевреччӗ. Ăна çур çула яхăн хатӗрлентӗм. Малтан 100 метр чупсан хыпăнса ӳкрӗм. Кун пек юрамасть тесе пуçларăм пӗчӗккӗн хама-хам алла илме. Качакана вăрман хӗррине кăкарма каятăп та, каялла чупса таврăнатăп. Унтан хам пурăнакан Подлесный поселока аэроппорт урлă чупса таврăна пуçларăм. Вăхăт иртсен кун сиктерсе 22-шер километр чупакан пултăм. Çапла хатӗрленсе çитрӗм те ку марафона.
ДИСТАНЦИ ХĂРАТМАСТЬ
Владимирпа Ильяс пеккисем Хусана тата 9 пин çынна яхăн пуçтарăннă. СПИДпа крешекенсене тӗрев парса хăйсен вăйӗсене тӗрӗслесе пăхакансем ют çӗршывсенчен те, кӳршӗ республикăсенчен те килнӗ Тутарстанăн тӗп хулине. 42 километрлă марафонра чăваш хӗрарăмӗ, Шупашкарта пурăнакан Татьяна Арясова çӗнтерни уйрăмах савăнтарать. Халăхсем хушшинчи класслă спорт мастерӗ дистанцие 2 сехет те 18 минутра, 20 çеккунтра чупса тухнă.
Пӗкӗлме марафонецӗсен финиша çитнӗ вăхăчӗ икӗ хут ытларах пулсан та, вӗсем результатпа кăмăллă: «Спортра çитӗнӳ тăвассишӗн е йӗтес çурса чупма тухман вӗт, чи малтан хамăршăн çитӗнӳ тума».
ЧИРЕ ÇӖНТЕРСЕ
Ильяс Шайгарданов чӗрепе чирленӗ хыççăн çăмăл атлетикăпа интересленме тытăннă. Инçе дистанцисене чупасси уншăн хăйне евӗр çăлăнăç та пулса тăнă. Хусанти марафон хыççăн вăл чăваш тусӗпе пӗрле Питӗрти шурă каçсене халаллнă марафона хутшăнма ӗмӗтленет.
Инфаркт хыççăн, тухтăрсем инвалид ушкăнне кӗртнӗ хыççăн та вăл пуçне усман. Малтан Пӗкӗлмерен Сугышлыне (Газинур Гафиатуллин паттăр çуралнă ял) çити çурма марафонра вăйне виçсе пăхнă. Питӗ йывăр пулнă ăна çак çула иртме. Çапах чупакансем пӗр-пӗрне тӗрев пани, пулăшу аллине тăсни дистанцие вӗçне çити тухма вăй кӗртнӗ.
Çапла хăрушă чирпе кӗрешекенсене тӗрев парас тесе Хусанти чупăва тухнă çынсенчен хăшӗсем спортпа туслă пулса сывлăхӗсене тавăрнин тӗслӗхне курма пулчӗ.
КĂСĂК САМАНТСЕМ
- Хусанти марафонецсен старт пакетӗнче чиплă номер пур, - каласа парать Ильяс Шайгарданов хăй марафона хутшăнни пирки. - Вăл чупакан иртнӗ километрсене электронлă майпа шутласа пырать. Кăкăр çине çакмалли номерсем çине спортсменсен ячӗсене те çырнă, Уçăлтаракан çил те темех мар пек туйăнать. Малтан эсӗ ятарласа пушатнă Хусан урамӗсемпе кăсăкланса чупатăн. Машинăсем иртнӗ чухне çак илеме асăрхамастăн та иккен. Пирӗн тӗп хула калама çук хитре. Интереслӗ. Марафон вӗçне çитеспе вăйсем пӗтме тытăнаççӗ, алă-урасем йывăрланаççӗ, хăвăртлăх чакать, çилӗ те кансӗрлет. Çав вăхăтра çул хӗрринче чупнине курса тăракансем, волонтерсем сана ятран чӗнсе хавхалантарни тӗлӗнтерсе ярать, шухăша путатăн: ăçтан кусем пурте мана паллаççӗ? Чупа-чупа кăкăру çинчи номер айне сан ятна çырса хунине те манса каятăн çав.
ХИСЕП ХАКӖ
Çапах чи йывăрри, чупма чарăнас патне çитерекенни финиш умӗн пулса иртнӗ иккен. Марафон вӗçӗ стадиона çитсенех пулать тесе шутланă нумайăшӗ, вăйӗсене унта çитмелӗх картса хурса перекетленӗ. анчах та шала кӗрсен тата 2,5 километра яхăн чупмаллине пӗлсен питӗ куляннă. Пӗкӗлме спортсменӗсем те çавах. Юлашки километрсем - тӗрӗслев дистанцийӗ - чи йывăррисем.
- Чăн-чăн марафон 35-мӗш километр хыççăн тытăнать тесе ахальтен каламаççӗ иккен, - тет Ильяс. - Кашни каçалăк йывăрпа парăнать.
«Хисеп çаврăмӗ» халтан кайнă чупакансемшӗн тамăк нушаланăвне çаврăннă пулин те, этем йывăрлăхсене çӗнтерме çуралнă. Марафон тӗрӗслевӗ вăйсăр çынсем валли мар. Чăвашпа тутар арçыннисен кăкăрӗсем çинче ялтăртатакан медальсем вӗсем дистанцин вӗçне çитнине çирӗплетеççӗ.
ХАСТАРЛĂХ ХĂТАРАТЬ
Тепӗр кунне пӗтӗм шăм-шак ыратать пулин те ирхине физзарядкăран пуçламалла, хускаланма йывăр пулсан та. Унсăрăн формăна кӗресси вăраха тăсăлса каять. Дистанцие çăмăлрах иртес тесен экипировкăна та тимлӗх уйăрмалла: шорты, майка, кроссовки ятарлисем пулмалла. Ильяс хăйӗн пӗрремӗш марафонӗ хыççăн хăяккăн утса çӳренине халӗ те астăвать. Мӗншӗн тесен йӳнӗ кроссовки тăхăнса чупма тухнă пулнă, ури тупанӗсене ыраттарса пӗтернӗ. Халӗ опытлă чупакансем лайăх хатӗрленсе килнӗ.
42 километр кӗлетке виçине 3-4 килограма чакарать. Пӗкӗлмери марафонецсен шучӗпе ирхине чупни усăллăрах. Урамра сывлăш тасарах, машинăсем сахал, кансӗрлекен çук. Чупу çулӗ çине тăрас текен çамрăксене вӗсем васкамасăр, мухтанмасăр чупма сӗнеççӗ. Пурнăç хăех хăвăртлăха суйласа илме вӗрентет. Ан ӳркен кăна. |
Ноябрӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта Пӗтӗм чăвашсен «Асам» III кинофестивалӗ Марат Никитин режиссерăн «Фуга» илемлӗ фильмӗпе уçăлнă. Çаплах куракансем Тани Юнпа Иоаким М-Кошкинский асаилӗвӗсене кӗртнӗ «Чăваш киновӗн историйӗ» фильма та курма пултарнă. Шел те, савăнăçлă мероприятие ЧР Культура министрӗпе К.Яковлевпа ЧНК президенчӗ Н.Угасловран сумлăрах хăнасем хутшăннине асăнмасть чăваш халăх сайчӗ. Кинофестивале уçнă...
❮
❯
Ноябрӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта Пӗтӗм чăвашсен «Асам» III кинофестивалӗ Марат Никитин режиссерăн «Фуга» илемлӗ фильмӗпе уçăлнă. Çаплах куракансем Тани Юнпа Иоаким М-Кошкинский асаилӗвӗсене кӗртнӗ «Чăваш киновӗн историйӗ» фильма та курма пултарнă.
Шел те, савăнăçлă мероприятие ЧР Культура министрӗпе К.Яковлевпа ЧНК президенчӗ Н.Угасловран сумлăрах хăнасем хутшăннине асăнмасть чăваш халăх сайчӗ. Кинофестивале уçнă çӗрте Раççей киноискусство ӗçченӗсем те пулмаллахчӗ пек, калăпăр, пӗр-пӗр паллă режиссер е Тани Юнпа Иоаким Максимов-Кошкинскин мăнукӗ, актер Андрей Петрович Градов, тата ытти те. Вӗсем хутшăнни кинофестивалӗн сумне ӳстернӗ пулӗччӗ-çке, анчах аялтан вӗçме хăнăхнă çав эпир чăвашсем.
Сăмах май, чăваш киновӗпе паллашас тесен «Çеçпӗл» кинотеатра, «Чăвашкино» çуртне тата Чăваш наци библиотекине каймалла. Шăпах унта кинофестиваль программине кӗнӗ фильмсене кăтартаççӗ.
Кинофестиваль пирки Чăваш Кинематографисчӗсен союзӗн ертӳçи Олег Цыпленков «Сувар» хаçата интервью пачӗ. ( С.Журавлев сăнӳкерчӗкӗ). |
(Ирина Павлова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Вырăс тата чăваш халăхӗн культури ӗмӗртен йӗркеленсе пынă. Вӗсем йăла-йӗркесемпе пуян. Паян эпир авалхи йăласенчен хăшне-пӗрне маннă та. Çавăнпа Упири ял библиотекинче çак кунсенче авалтан пыракан ырă та хаваслă йăлана - Сурхурие - аса илсе унпа ачасене паллаштарас терӗмӗр. Январӗн 15-мӗшӗнче иртнӗ мероприятие библиотека заведующийӗ Ирина...
❮
❯
(Ирина Павлова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Вырăс тата чăваш халăхӗн культури ӗмӗртен йӗркеленсе пынă. Вӗсем йăла-йӗркесемпе пуян. Паян эпир авалхи йăласенчен хăшне-пӗрне маннă та. Çавăнпа Упири ял библиотекинче çак кунсенче авалтан пыракан ырă та хаваслă йăлана - Сурхурие - аса илсе унпа ачасене паллаштарас терӗмӗр.
Январӗн 15-мӗшӗнче иртнӗ мероприятие библиотека заведующийӗ Ирина Павлова, Упири вăтам шкулта кӗçӗн классене вӗрентекен тата музыка урокӗсене илсе пыракан Людмила Сердцева, чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Надежда Сердцева, Владимир атте, П.В.Дементьев ячӗллӗ музей ӗçченӗ Юрий Адъютантов йӗркелесе ирттерчӗç.
Чи малтан Владимир аттепе Н.А.Сердцева ачасене Раштав праçникӗ, Сурхури пирки каласа пачӗç. Библиотекарь музей ӗçченӗсемпе пӗрле йăла-йӗрке атрибутикине хатӗрленӗ. Л.П.Сердцева тăрăшнипе фольклор ушкăнне пуçтарнă.
Ачасемшӗн çветке тумӗ тăхăнасси хăйне пӗр кăсăк пулчӗ. Вӗсем шӳтлӗ юрăсем юрларӗç, Сурхурин йăли-йӗркине театрализациленӗ представлени урлă кăтартса пачӗç. Пухăннисене Упи ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Алексей Егорович Ярухин саламларӗ.
Çакнашкал мероприятисене хутшăнса шкул ачисем хамăр халăхăн йăли-йӗркипе çывăхрах паллашаççӗ. Çакă кăмăл-сипетпе патриотизм воспитанийӗн пӗр пайӗ пулса тăрать. |
Республикăри поликлиникăсем малашне пурте «туслă» пулаççӗ тесе пӗлтернӗ ТР сывлăх сыхлав министрӗ Адель Вафин «Татар-информ» агентствăна панă интервьюра. «Эпир вӗсене «туслă поликлиникăсем» тесе ахальтен ят памарăмăр. Мӗншӗн тесен поликлиникăра яланах тӗп вырăнта чирлӗ çын пулмалла. Çавăнпа задачăсем чăнах та питӗ пысăк, çынсене пирӗн сиплемелле кăна мар, сывлăхне упрамалла, - тенӗ...
❮
❯
Республикăри поликлиникăсем малашне пурте «туслă» пулаççӗ тесе пӗлтернӗ ТР сывлăх сыхлав министрӗ Адель Вафин «Татар-информ» агентствăна панă интервьюра. «Эпир вӗсене «туслă поликлиникăсем» тесе ахальтен ят памарăмăр. Мӗншӗн тесен поликлиникăра яланах тӗп вырăнта чирлӗ çын пулмалла. Çавăнпа задачăсем чăнах та питӗ пысăк, çынсене пирӗн сиплемелле кăна мар, сывлăхне упрамалла, - тенӗ вăл.
Хальхи вăхăтра ТР Сывлăх сыхлав министерстви пирвайхи звенона çӗнетет.
«2017 çулта «Корпоративный университет» проекта хута ятăмăр. Хальхи вăхăтра медицина сотрудникӗсене вӗрентетпӗр, ку ӗçе ертӳçӗсенчен пуçларăмăр. ТР Президенчӗн хушăвӗпе кăçал ноябрьте Раççей Сбербанкӗпе тата Корпоративный университетпа пӗрле тренинг-семинар иртрӗ», - палăртнă кун пирки.
Хусанти, Çырчаллинчи, Анат Камăри, Элметри поликлиникăсенче юсав ӗçӗсем пыни пирки те асăннă министр. Ун сăмахӗсем тăрăх, вӗсене пурне те 2017 çул вӗçӗнче юсаса пӗтермелле. Кунсăр пуçне Р.Минниханов хушăвӗпе Хусан хулин варринчи культура еткерлӗхне кӗнӗ 7 медицина клиникине те реставраци тăвӗç. (Оксана Романова сăнӳкерчӗкӗ). |
Хусанти «Зенит-Хусан» волейбол клубӗ хăйӗн историйӗнче пӗрремӗш хут тӗнче чемпионӗ пулчӗ. Декабрӗн 17-мӗшӗнче çӗрле (Мускав вăхăчӗпе) Итали командине 3:0 шутпа çӗнтерсе «ылтăн» çӗнсе илчӗ. Çак ятпа вӗсене болельщиксем, республикăн ертӳçисем саламларӗç. Чемпион-кăмандăна паян ирхине 7.30 минутра «Хусан» аэропортра ТР ШӖМӗн оркестрӗ кӗтсе илчӗ. Турнир пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, «Зенитăн» виçӗ волейболисчӗ тата...
❮
❯
Хусанти «Зенит-Хусан» волейбол клубӗ хăйӗн историйӗнче пӗрремӗш хут тӗнче чемпионӗ пулчӗ. Декабрӗн 17-мӗшӗнче çӗрле (Мускав вăхăчӗпе) Итали командине 3:0 шутпа çӗнтерсе «ылтăн» çӗнсе илчӗ. Çак ятпа вӗсене болельщиксем, республикăн ертӳçисем саламларӗç. Чемпион-кăмандăна паян ирхине 7.30 минутра «Хусан» аэропортра ТР ШӖМӗн оркестрӗ кӗтсе илчӗ.
Турнир пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, «Зенитăн» виçӗ волейболисчӗ тата харпăр наградăна тивӗçрӗ. (Р. Кручинин сăнӳкерчӗкӗ). |
(Алевтина Тарасова) Анат Вăрманай Шăхаль ялӗнчи Ф.Энгельс урамӗн вӗçӗнчи айлăмра ӗлӗк-авалтан юхса тăракан çăл пулнă (ăна чиркӳ пусси теççӗ ваттисем). Çăл вырăнне ял çыннисем пусă пури туса лартса шыв ăсма меллӗ туса хунăччӗ. Хӗллехи пысăк праçникре - Кăшарнире - шыва кӗме каякансем нумайăн пуçтарăнма пуçларӗç. Çак ялта çуралса ӳссе хулара...
❮
❯
(Алевтина Тарасова) Анат Вăрманай Шăхаль ялӗнчи Ф.Энгельс урамӗн вӗçӗнчи айлăмра ӗлӗк-авалтан юхса тăракан çăл пулнă (ăна чиркӳ пусси теççӗ ваттисем). Çăл вырăнне ял çыннисем пусă пури туса лартса шыв ăсма меллӗ туса хунăччӗ. Хӗллехи пысăк праçникре - Кăшарнире - шыва кӗме каякансем нумайăн пуçтарăнма пуçларӗç. Çак ялта çуралса ӳссе хулара тӗпленнӗскерсем ятарласа килсе Чакка, Чăваш Çӗпрелне, Саплăка кайса шыва кӗреççӗ уяв кун. Çапла майпа вӗсем пӗрле пуçтарăннă та Хурăнвар ялӗнче часавай тума шухăш тытнă.
Темиçе çул каяллах С.Тарасов, Р.Михайлов, П.Батырев, В.Кузнецов, А.Селифанкин, А.Кучеров, В.Пыркин, Н.Антонов укçа-тенкӗ пуçтарса ӗçе пуçăннă. Анчах мӗнле ӗçе пуçăнсан та самай укçа кирлӗ, çавăнпа та ял хутлăхӗн администрацийӗ çак ырă ӗç валли халăхран пухнă сулăм укçине уйăрса панă. Часавай пурине А.Денисов, А.Еремеев, А.Каргин, И.Денисов часах хăпартса та хучӗç. Куполне вара А.Кондратьев маçтăр ăсталарӗ.
Çак ӗçе тума хирӗç пыракансем те пулчӗç, анчах та ырă ӗç тума Турă пулăшрӗ ахăр. Çапла йывăрлăхсем витӗр тухса часавай ӳссе ларчӗ. Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи Сергий Радонежский ячӗллӗ храмăн настоятелӗ Павел атте кӗлӗ ирттерсе часавая сăвапларӗ.
Сергей Тарасов часавай уçăлнă ятпа пурне те саламларӗ, çак ӗçе пурнăçлама хăйсенчен пай кӗртекенсене пурне те тав турӗ. Çӗпрел район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Сарафанов та халăха çак ырă пулăмпа саламларӗ, чиркӳпе часавай хуть ăçта та ял илемӗ пулнине палăртрӗ.
Часавая уçма халăх йышлă пуçтарăнчӗ. Пурте кучченеçпе килнӗрен, сӗтел тутлă апат-çимӗçпе тулчӗ. Сăмаварсемпе чей вӗретсе ял-йыш хăй те чей ӗçсе киленчӗ, килнӗ хăнасене те сăйларӗ. |
Пелепей районĕнчи Этĕл ялĕнче Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннисене асăнса сăн ÿкерчĕксен галерейине йĕркелени çинчен эпир вулакансене кăçалхи август уйăхĕнче пĕлтернĕччĕ. Анчах та çак асăну вырăнне савăнăçлă лару-тăрура уçма май килменни çинчен (кăшăлвирус пандемине пула) пăшăрханса çырнăччĕ. Статья авторĕ Марина Прохорова хăйĕн сăмахĕсене те çаплах вĕçленĕччĕ: «Эпир - чăтăмлă халăх, кĕтмелле пулсан кĕтĕпĕр…». Чăн та, кĕтнĕ кун çитрĕ, çак кунсенче ĕмĕтленни пурнăçа кĕчĕ.
Республика кунĕнче ялти культура çурчĕ умне халăх самай йышлă пухăнчĕ. Этĕлсем çеç мар, кунта çуралса ÿссе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсем тăрăх саланнă йăхташсем те. Çавăн пекех вăрçă паттăрĕсене пуç тайма «Пограничниксен çарĕн ветеранĕсем» регионти обществăлла пĕрлĕхĕн Пелепейĕнчи уйрăмĕн хастарĕсем, «Илем» халăх ансамблĕн юрă-ташă ăстисем те килсе çитнĕ. Ярмулай ялĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕсем Ирина Васильева ертÿçĕ тăрăшнипе пуян та пысăк уяв программи хатĕрленĕ. Çак кун вĕсем хăйсем те хĕрарăм салтаксене (çие тăхăннă тумтире пăхсан - авт.) çаврăнчĕç.
Кăнтăрла çитеспе хурлăхлă çав вăхăтрах чĕрере мăнаçлăх туйăмĕ çуратакан митинг кĕвĕ çаврăмĕнчен пуçланчĕ. Пухăннă халăха пĕлтерĕшлĕ мероприяти ячĕпе Ярмулай ял Канаш администрацин пуçлăхĕ Константин Акимов саламларĕ. Ун хыççăн уяв ертÿçи çак пархатарлă ĕçе пурнăçа кĕртме вăй-халне, вăхăтне хĕрхенмен чăваш хастарне Петр Дмитриев педагогика ĕçĕн ветеранне сăмах пачĕ. Петр Константинович пухăннă халăха сăн ÿкерчĕксем çинчен куçран пăхакан кашни фронтовикăн пурнăç шăпипе тĕплĕн паллаштарма тăрăшрĕ. Паянхи кун асăну галерейине 77 сăн ÿкерчĕк илем кÿрет. Икĕ уйăх каялла çеç çак хисеп 75-пе танлашнăччĕ. Апла пулсан тĕпчев тата стенда çĕнетес ĕçсем малалла пыраççĕ.
Çавăн пекех асăну митингĕнче Ярмулай ял Канашĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Михаил Сидоров, Харитон Андриянович Васильев фронтовикăн ывăлĕ Юрий Васильев юстици подполковникĕ (Ĕпхÿ хули), Пушкăртстанри «Пограничниксен çарĕн ветеранĕсем» обществăлла организацин Пелепейĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Юрий Денисов, Этĕл ялĕнчи ветерансен канашĕн пайташĕ Рудольф Алексеев, çак ялта пурăнакан Мария Костина сумлă ватă, «Урал сасси хаçат редакторĕ Юрий Михайлов сăмах илчĕç, уяв ячĕпе саламланă май истори страницисене асра тытма чĕнсе каларĕç. Матвей Гордеев вĕренекен хăйĕн кукашшĕне Федор Максимович Михайлова халалласа «Кукаçи патне çырнă çыру» сăвва вуласа пачĕ. Кашни тухса калакан хыççăн вырăнти «Рябинушка» ушкăн çар юррисем шăрантарчĕ. Мероприяти вăхăтĕнче тăлăх салтак арăмĕсене те манмарĕç.
Асăну галерейине уçса хĕрлĕ хăйăва касма вара çак ĕçе пуçарса яракан Петр Дмитриев ветеран тивĕç пулчĕ. Çак самантпа усă курса пухăннисем мемориал умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Пĕтĕмĕшле вырăсла пынă мероприяти вĕçĕнче «Илем» халăх ансамблĕ хăйĕн чăваш юррисене тăсса ярсан уява чăвашлăх чунĕ кĕчĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Пелепей районĕ, Этĕл ялĕ.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |
Пушкăртстанăн Обществăлла палати проекта халăхпа сÿтсе явма шутлать. Каярахпа, çулталăк вĕçлениччен проекта Раççей Обществăлла палатине ярса пама планлаççĕ.
Хальхи вăхăтра иккĕмĕш тата ун хыççăн çуралнă (усрава илнĕ) ачасемшĕн амăш капиталне тÿлеççĕ. Ашшĕн капиталне виççĕмĕш ачашăн пама планлаççĕ, анчах ачасене пурне те пĕр çемьере официаллă йĕркепе регистрацинче тăракан мăшăрсем çуратсан кăна параççĕ. Закон проекчĕ демографи лару-тăрăвне лайăхлатма тата çемье институтне тĕреклетме пултарать, шутлаççĕ Пушкăртстанăн Обществăлла палатинче. Проекта ырласан, 2020 çултан тÿлеме пуçлама планлаççĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас в
© 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации. |