text
stringlengths
406
146k
Авал Римри тухтăрсем тĕрлĕ чиртен сипленме купăстаран эмелсем хатĕрленĕ. Ĕлĕкхи сиплев кĕнекисенче «купăстана вĕтетсе çăмарта шуррипе хутăштармалла, пĕçертнĕ вырăна хумалла, суран хăвăртрах ÿт илет» тесе вĕрентнĕ. Паян та медицина ĕçченĕсем купăстана суран çине хума сĕнеççĕ. Унра C, P, E, К, В1, В2, В6, Р витаминсем, фоли йÿçекĕ пур. Тĕп витамин - аскорбин йÿçекĕ (С витамин) - чĕрĕ купăстара та, йÿçĕтнинче те лайăх упранать. Купăста - минерал тăварĕсен çăлкуçĕ, унра калипе фосфор уйрăмах нумай, кальци, тимĕр, марганец, натри, магни тăварĕсем пур. Кали организмран шĕвеке кăларма пулăшать, чĕре ĕçне лайăхлатать, мышцăсене çирĕплетет. Купăста йÿçĕтмелли 10 вăрттăнлăх Купăстана кашни килтех йÿçĕтеççĕ. Анчах вăл пурин те тутлă пулмасть. Ăна хатĕрлемелли хăшпĕр вăрттăнлăхсем: 1. Йÿçĕтме шурă, çирĕп, вăтам тата кая юлса пулакан сортсене кăна илĕр. 2. Йывăç каткара е эмаль савăтра йÿçĕтсен кăна купăста тутлă пулать. 3. Çиелти симĕс çулçисене иртĕр, шалти тунине те касса пăрахăр, мĕншĕн тесен вăл купăстана йÿçĕ тутă кĕртет. 4. Купăстана вĕттĕн турамалла, кишĕре çаврашкан касма е шултра теркăпа хырма юрать. Кишĕр мĕн чухлĕ ытларах, купăста çавăн чухлĕ хитререх. 5. Йÿçĕтме шултра, йодсăр тăвар илмелле. Чи кирли - тăвар ытлашши пулмалла мар. 6. Савăт тĕпне купăста çулçипе чĕркенĕ хура çăкăр татăкĕсем хумалла. Çăкăр тутлă, ырă шăршăллă пулмалла. 7. Купăстана антоновка панулми лайăх тутă кĕртет. Çавăн пекех купăстана кĕтмел е шур çырли хушма юрать. 8. Купăстана тăварпа сăтăрмалла мар - унсăрăн вăл шăтăртатми пулать. Кишĕрпе, тăварпа хутăштарнă купăстана 10 сантиметр хулăнăш сармалла та сĕткен тухиччен алăпа е йывăç тукмакпа пусăрăнтармалла. Малтанхи сĕткенĕ (йÿççи) юхса пĕттĕр тесе купăстана купаласа тултармалла, йывăç ывăспа хупласа йывăр япалапа пусăрăнтармалла. 9. Малтанхи 2-3 кун йÿçтĕр тесе купăстана 18-20 градус çĕрте лартмалла. Тутипе шăрши лайăх пултăр тесе ăна тĕл-тĕл йывăç патакпа тирсе шăтармалла, çиелти кăпăкне пухса илмелле. 10. Вунă килограмм купăста тăварлама 100-150 грамм тăвар, 1-шер килограмм кишĕрпе панулми, 200-250 грамм кĕтмел е шур çырли кирлĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Çу кунĕсем çитрĕç. Çĕршер пин ачашăн вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ ĕнтĕ. Умра виçĕ уйăх ирĕклĕ ачалăх. Ирхине улттăра тăмалла мар‚ уроксем тăвассине хальлĕхе манма юрать, апла пулсан алгебрăпа деепричасти çаврăнăшĕсене те вĕренмелле мар. Каникул! Паянхи материалта сăмах вăхăта илемлĕ те савăнăçлă‚ кăмăла кайман пулăмсемпе пăсмасăр‚ хăрушсăр та комфортлă ирттересси çинчен пырĕ. Ача-пăча таçта та аманма пултарать. Çакă, паллах, ашшĕ-амăшне питĕ пăшăрхантарать. Суранланни ачан сывлăхне йывăр сиен кÿме, вилĕм патне илсе пыма пултарать. Хăш-пĕр чухне ачалăхра суранланни пĕтĕм пурнăçа витĕм кÿрет. Хваттерте - Вăйă вăйăпа‚ анчах хăрушсăрлăх çинчен ялан астумалла. Шăрпăкпа‚ утюгпа тата вĕри шывпа пиçсе кайма‚ çĕçĕпе кастарма‚ эмелсемпе наркăмăшланма‚ розеткăна пĕрер япала чиксен ток çапма пултарни çинчен ачасене каласа памалла. - Пĕлмен çынсене алăк уçма чупмалла мар (вĕсем «эпĕ сирĕн çывăх çыннăр‚ юлташăр» тесен те). Алăка е домофона шăнкăравласан «Атте çывăрать‚ чăрмантарма хушмарĕ» е «Манра уçă çук» тесе хуравламалла. - Чÿречене‚ лоджипе балкона уçă хăварни - пĕчĕк ачасемшĕн чи пысăк хăрушлăх. Пĕр вăхăтлăха пăрăнсан ача уçă чÿрече янаххи çине хăпарса маскит сетка çине таянса ларать. Маскит сеткăн ниепле хытаркăчĕ те ача ÿкессинчен хăтармасть. Çавăнпа та килте пĕчĕк ачасем пур пулсан, тимлĕхе çухатмалла мар, ачасем ăçта тата мĕнпе вылянине сăнасах тăмалла. Пÿлĕме уçăлтарас тесен чÿречене вертикальлĕ уçса хăвармалла. - Кил-çуртри электричество приборĕсем - пирĕн пулăшакансем. Анчах‚ тĕрĕс усă курмасан‚ вĕсем вилĕм патне те илсе пыма пултараççĕ. Çавăнпа çак правилăсене асра тытмалла: - электроприборсене йĕпе алăпа тытма тата пĕр розеткăна темиçе электроприбор чикме юрамасть; - электроприборсем йĕркеллĕ ĕçлемесен‚ вĕсемпе усă курма кирлĕ мар; - малтан проводана сете чикмелле‚ унтан прибора хускатмалла. Пушар вăхăтĕнче - Килтен тухса кайнă чухне шăрпăксемпе зажигалкăсене пытарса хăвармалла. Ацетон‚ бензин‚ спирт тата ытти çунакан япаласене ачасен алли çитмелле мар вырăна хумалла. Вăхăт-вăхăтпа шăпăрлансене вут-çулăмпа выляма юраманнине астутарса тăмалла. - Пушар тухсан хваттертен е çуртран хăвăртрах тухса чупмалла. Инкек çинчен кÿршĕсене пĕлтермелле (вĕсем пушар сÿнтерекенсене шăнкăравлама пултарĕç). Енчен те коридорта тĕтĕм вăйлă пулсан алăка уçма юрамасть. Ун чухне аслисене шăнкăравламалла е балкон çине тухсан иртен-çÿренсене чĕнмелле. - Пулăшу кирлĕ пулсан‚ хăраса, именсе тăмалла мар. Кĕсье телефонĕнчен 112 номерпе шăнкăравласа пулăшу ыйтмалла (счетра укçа-тенĕ пулмасан е телефона сим-карта лартмасан та шăнкăравлама пулать). - Васкавлă пулăшăва шăнкăравласан‚ хăвăр ятăрпа хушаматăра‚ ăçта инкек пулнине тата кама пулăшу кирлине пĕлтермелле. Пĕр енчен‚ хыпара тĕрĕс пĕлтерсен инкек пулнă çĕре мĕнле машина ямаллине диспетчера ăнланса илме çăмăлтарах пулĕ. Тепĕр енчен - чăн пулнине шанĕ. Статистика тăрăх шăнкăравсенчен 80% суя. Хăш чухне ачасем те‚ аслисем те вут-çулăм тĕтĕмне е шыв пăсне пушар вырăнне йышăнаççĕ. Анчах шÿтлесе шăнкăравланисем те чылай. Закон тăрăх, суя шăнкăравсем тăвакансене 1500 тенкĕлĕх‚ шкулта бомба пур тесе шÿтлекенсене темиçе çĕр пин тенкĕлĕх штраф пама пултараççĕ. Çавăнпа ачасене ултавлă шăнкăравсем тума юраманнине ăнлантармалла. Урамра Каникул вăхăтĕнче ачасем ытларах чухне вăхăта тулта ирттереççĕ. Çавăнпа аслисен хăйсен тĕпренчĕкĕсене урамри хăрушсăрлăх йĕркисемпе те паллаштармалла: - Аслисемсĕр вăрмана‚ чугун çул патне‚ юхан шыв е пĕве хĕрне кайма‚ юлашкисенче шыва кĕме юрамасть. Пушкăртстанра çу кунĕсенче темиçе теçетке ача шыва путать. Вĕсем пурте лайăх ишме пĕлетпĕр тесе шутлаççĕ. - Палламан çынсемпе калаçма тата машинăна кĕрсе ларма юрамасть. Вĕсем канфет паратпăр е кушак-йытă кăтартатпăр тата ыт.те тесе улталама пултараççĕ. Çавăнпа хăвăр ачăра çирĕп «çук» тесе калама вĕрентĕр. Çакă унăн пурнăçне çăлма пулăшĕ. - Килсĕр-çуртсăр выльăхсене ачашлама тата витлеме юрамасть. Мĕншĕн тесен вĕсем урнă чирпе (бешенство) чирлеме пултараççĕ. Урнă выльăх çыртсан вара чылай укол тумалла пулĕ. - Ачасемпе çамрăксен (17 çула çитиччен) ашшĕ-амăшĕсĕр 00.00-06.00 сехетре (хĕлле 22.00-06.00 сехетре) уçăлса çÿреме юрамасть. Çак йĕркене пăссан ашшĕ-амăшĕсене 3000 тенкĕлĕх штраф пама пултараççĕ. - Тĕпренчĕкĕр ăçта тата кампа пулнине пĕлес тесен‚ ăна смарт-сехечĕ илсе парăр. Вĕсем хаклă тăмаççĕ‚ чи йÿнни - 1500 тенкĕ. Çул çинче - Машина çÿрекен çул çинче 14 çул тултарман ачасен велосипедпа‚ 16 тултарманнисем мопедпа тата скутерпа ярăнма юрамасть. - Ачăрсемпе кĕнекере е интернетра çул-йĕр правилисене пăхса тухăр‚ хăш паллă мĕне пĕлтернине ăнлантарса парăр. Урамра е транспорт çинче суранланни - чи хăрушши. Çул урлă симĕс çутă çуннă чухне‚ малтан сулахай‚ унтан сылтăм енне пăхса каçмалла. Машина хыçĕнче тăма юрамасть‚ автобуса хыçĕнчен‚ трамвая умĕнчен çаврăнса иртмелле. Çак правилăна ачан ик хут иккĕ пек пĕлмелле. - Талăкăн тĕттĕм вăхăтĕнче ачăр çул çинче курăнтăр тесе тăрăшăр. Унăн тумтирне ятарлă йăлтăртатакан элементсем çакса ярăр.Вĕсем хуçалăх магазинĕсенче е супермаркетсенче сутăнаççĕ‚ хаклă тăмаççĕ. 2018 çулта пушарсенче - 7 ача‚ шывра - 6‚ аварисенче 21 ача вилнĕ. Инкеклĕ лару-тăрăва лексен ăçта шăнкăравламалла? 01 – пушар; 02 – полици; 03 – васкавлă пулăшу; 112 (кĕсье телефонĕнчен) – авариллĕ тата васкавлă службăсен пĕрлĕхлĕ номерĕ; 8-800-2000-122 – пĕтĕм Раççейри ачасен шанăç номерĕ; 8(347)-246-12-12‚ 8(347)-273-09-00 – Пушкăртстан Республикинчи ачасен шанăç номерĕ; 8(347) - 280-85-25 – Пушкăртстан Республикинчи ачасен правине сыхлама шаннă çын. ПР «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Пушкăртстанра 110 медицина учрежденийĕ «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ йĕркипе электронлă черет йĕркелеме 143 комплект илнĕ, пĕлтерет республикăн Сывлăх сыхлавĕн министерствин пресс-служби. Ведомствăра палăртнă тăрăх, оборудованипе усă курни пациентсем больницăна килекен процеса оптимизацилеме тата вĕсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессин вăхăтне кĕскетме май парĕ. Информаци терминалĕсене ОМС электронлă полисĕн карт-ридерĕсемпе тата ОМС полисĕн хутлă тĕслĕхĕнчен штрих-код вулакан сканерпа тивĕçтернĕ. Халĕ пациентăн телефонĕнче хайĕн ОМС полисĕн сăнỹкерчĕкĕ пур пулсан — терминал штрих-кодне уйăрса илет те ăна системăра тупса палăртать. Тепĕр çул электронлă черет вали обородованипе республикăри урăх медицина организацийĕсене тивĕçтерĕç. «Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Чăваш Ен тулашӗнче 4 регионта чăвашла хаçатсем тухса тăнине эпир пӗлеттӗмӗр. Ульяновск облаçӗнче - «Канаш», Пушкăрт Республикинче - «Урал сасси», Тутарстанра - «Сувар», Самар облаçӗнче - «Самар ен». Анчах та юлашки вăхăра Самар облаçӗнчи чăвашсем хаçат килме пăрахнишӗн кулянни илтӗнме пуçларӗ. Финанс лару-тăрăвӗ кăткăсланнипе «Самар ене» кăларасси кăткăсланнă. Çак хаçат... ❮ ❯ Чăваш Ен тулашӗнче 4 регионта чăвашла хаçатсем тухса тăнине эпир пӗлеттӗмӗр. Ульяновск облаçӗнче - «Канаш», Пушкăрт Республикинче - «Урал сасси», Тутарстанра - «Сувар», Самар облаçӗнче - «Самар ен». Анчах та юлашки вăхăра Самар облаçӗнчи чăвашсем хаçат килме пăрахнишӗн кулянни илтӗнме пуçларӗ. Финанс лару-тăрăвӗ кăткăсланнипе «Самар ене» кăларасси кăткăсланнă. Çак хаçат çӗнӗрен вăй илессе шанас килет. Хаçатсен ӗçӗ мӗнлерех улшăнни çинчен çитес çул 25 çул тултаракан «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Константин Малышев «Чăваш наци телевиденийӗнче» каласа пачӗ.
Вăхăт темĕн чухлĕ иртсен те ылтăн хуралмасть‚ хăйĕн илемлĕхĕпе пахалăхне çухатмасть. Çемье те çавăн евĕр... Эпир паллаштаракан çемье те таса туйăмсене çухатмасăр нумай çул юратупа килĕшÿре пурăннă. Кармаскалă районĕнчи Митриски ялĕнче пурăнакан Михаил Ивановичпа Анастасия Витальевна Ивановсен çемйи - ялти сумлă çемьесенчен пĕри шутланать. Кăçал хисеплĕ мăшăр пĕрле пурăнма тытăннăранпа 50 çул çитнине уявланă. Ивановсем пĕр-пĕринпе алла-алăн тытăнса сахал мар хура-шурне тÿссе ирттернĕ. Куллен иртен пуçласа каçчен Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ. Çавăн пекех хăйсен хуçалăхне тытнă‚ ял пурнăçне хастар хутшăннă. Тĕслĕхлĕ çемьен тĕп мăнаçланмалли сăлтавĕ вара çĕнĕ пурнăç парнелени‚ йăха тăсни. Михаил Ивановичпа Анастасия Витальевна 5 ача çуратса çитĕнтернĕ. Вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ю ратупа татура пурăнса ирттернĕ мăшăра 11 мăнук пурри савăнтарать. Вĕсем - Ивановсемшĕн чи пысăк пуянлăх. Ылтăн юбилярсен чĕрипе кăмăл-сипечĕ те ылтăн пулнине палăртса хăвармалла. Паян вĕсем пурнăçпа савăнса тата киленсе пурăнаççĕ, таврари çамрăк çемьесемшĕн ырă тĕслĕх шутланаççĕ. Ирида НОВИКОВА. Кармаскалă районĕ‚ Митриски ялĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Водительсене çĕнĕ автобуссен уççисене регион Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров панă. Пĕр автобус – 7 миллион ытла тăрать. Пурĕ унта 44 пассажир вырнаçать. Хăтлă тата хăрушлăхсăр пулма мĕнпур условисене тунă. Кунта кондиционер тата хутса ăшăтмалли система пур, кашни вырăна хăрушлăхсăр чĕнĕпе тивĕçтернĕ. Водительсем çĕнĕ техникăпа Кăнтăр автовокзалне кайнă, тÿрех ĕçе тытăннă. Çĕнĕ техника Пушкăртстанăн тĕп хулине Дюртюли, Нефтекамск, Октябрьский, Туймазă, Бирск, Янаул, Белорецк, Учалă, Стерлитамак, Салават, Мелеуз, Баймак тата Сибай хулисемпе çыхăнтаракан маршрута тухĕ. Регион влаçĕ сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри мĕнпур хуласемпе район центрĕсене „Башавтотрансăн” официаллă маршручĕпе çыхăнтарма планлать. Пурĕ Пушкăртстанри 300 яла маршрутлă транспорт çÿрĕ. https://aur-vesti-ch.rbsmi.ru/articles/lay-kh-khypar/-n-avtobussem-reme-pu-lan/ Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Çӗнӗ çул умӗн Раççейри Йывăр атлетика федерацийӗн ӗçтăвкомӗ çӗршывăн хӗрарăм сборнăйӗн тӗп тренерӗ пулма пирӗн ентеше Николай Колесникова çирӗплетнӗ. Николай Алексеевич Пӗкӗлме районӗнчи Наратлăран, вăл 1976 çулта Монреальте Олимп чемпионӗ пулса тăнă. Колесников маларах йывăр атлетикăпа Раççейӗн çамрăксен сборнăйӗн аслă тренерӗ пулса ӗçленӗ. Ентеше çӗнӗ ӗçре ăнăçу тата пысăк çитӗнӳсем... ❮ ❯ Çӗнӗ çул умӗн Раççейри Йывăр атлетика федерацийӗн ӗçтăвкомӗ çӗршывăн хӗрарăм сборнăйӗн тӗп тренерӗ пулма пирӗн ентеше Николай Колесникова çирӗплетнӗ. Николай Алексеевич Пӗкӗлме районӗнчи Наратлăран, вăл 1976 çулта Монреальте Олимп чемпионӗ пулса тăнă. Колесников маларах йывăр атлетикăпа Раççейӗн çамрăксен сборнăйӗн аслă тренерӗ пулса ӗçленӗ. Ентеше çӗнӗ ӗçре ăнăçу тата пысăк çитӗнӳсем тума сунтапăр!
Темĕнле вăрттăн кантур çыннисем мар эпир, Лутра Ласăрпа иксĕмĕр. Çапах та хамăрăн ĕç пирки ытлах калаçма юратмастпăр. Аванмарланатпăр темелле-ши? Ара, этеме леш тĕнчене йĕркеллĕн ăсатса яма пулăшакан ĕçре тăрмашатпăр-çке. Вун пилĕк çул каяллах, заводри механика цехне пĕтерсен, килсе вырнаçрăмăр кунта. Тупăк ăсталатпăр. Ĕçĕ мăй таранах. Тĕрлĕрен виçеллĕ вун пилĕк-çирĕм тупăк парса яратпăр кунсеренех. Ласăр паян ирхине камитле килчĕ ĕçе. Сулахай куçне туртса çыхнă. Пĕр сăмах та чĕнмест, мăшлата-мăшлата татать саваланă хăмана. Пĕрре пăхсах паллă, йĕркеллĕ ĕçлемелли çын мар вăл паян. Пĕтĕм нуши-терчĕ мана тиенчĕ. Аран-аран кĕтсе илтĕмĕр ĕç кунĕ вĕçленессе. Кĕрхи калча çинче çӳресе кӳпĕннĕ каскăн ĕнелле мăшлатакан Ласăр хăлхаран çапла пăшăлтатрĕ: - Каçар паян наянланнăшăн, Микуç! Сана каласа парам пумăранк çинчен. - Мĕнле пумăранк? - ăнланаймастăп. - Мĕн тени пулать вăл? - Çавна та пĕлместĕн-им? - суранлă пуçне хуллен пăркаларĕ Ласăр. - Сăра кĕрсе илĕпĕр те лавкка хыçне кайса ларăпăр. Пурне те пĕлĕн вара. Тутинченех лăнкăртаттарчĕ сăрана Ласăр. Тинех чунĕ кĕчĕ пулас. Çăмăлраххăн калаçма вăй çитерчĕ. - Эс, Микуç тусăм, ĕнер эпĕ санран икĕ пин тенкĕ нумайрах илнине асăрхарăн-и? Шкула чупакан мăнукăма çĕнĕ тум тăхăнтартас тесе тупăк тунисĕр пуçне çĕрле хуралта ĕçлерĕм. Ахальтен сана çур литр эрехпе хăналатăп-и? Енчĕк хулăн чухне шалккă-им икçĕр-виççĕр тенкĕ! Уйрăлтăм та санран, тӳрех килелле таплаттартăм. Ехрем хуçан çавра тăрăллă керменĕ çумĕнчи лавккана кĕрсе тухмасăр иртеймерĕм вĕт. Темле усал астарчĕ пулас. Санпа ĕçкелесе киккиррике хĕртнĕскер, килте Марукпа юнашар ларса сăйланма хĕрлĕ эрех туянас шут тытнă ăссăр пуçăм. Кĕтĕм лутра лавккана. Пиншакăн шалти кĕсйинчен енчĕке кăлартăм та пиншер тенкĕллисене шутлакалатăп. Çĕр тенкĕлли кирлĕ те. Çав самантра çума пиçнĕ çырла пек чиперкке сăн-питлĕ хĕр пырса тăчĕ. Ясарскер, шеремет! Чăп-чăмăр купарчипе мана тĕртет те тĕртет. Эпĕ мĕн, саççим хытса ларнă чул купи-им? Таçта аялта хытах йăшăлтатма пуçларĕ. - Эсир, ырă пичче, мĕн туянасшăн? - çепĕççĕн чĕвĕлтетет хайхи пирĕшти. - Пĕр кĕленче портвейн, - хуравлатăп ним пулманла. - Уй, портвейн тенине эпĕ те юрататăп, - ăшшăн персе ячĕ. - Шăккалат пулсан пушшех чаплă. - Пулать пурте - портвейн та, хаклă шăккалат та, - харсăрлантăм эпĕ. Эрехпе шăккалата хăйĕн сумкине чикрĕ те мана хулран çавăтсах урама илсе тухрĕ. - Ăçталла кайăпăр? - ун-кун пăхкаларĕ уçă кăмăллăскер. - Килĕшетĕр пулсан çырма хĕрринчи хăвалăха кĕрсе ларăпăр. Юрать-и? - Сăмахсăрах! - çинçе пилĕкĕнчен явакласа тытрăм чăн-чăн юмахри пирĕштие. Ун хыççăн мĕн пулнине каламастăп та. Хăвалăхра питĕ улах кĕтес тупрăмăр, портвейн ĕçрĕмĕр, шăккалат чăмларăмăр. Пĕрре курсах ĕмĕр астумалла юратса пăрахнă çамрăк савни ачашларĕ те ачашларĕ мана, хыпашларĕ те хыпашларĕ. Сасартăк сиксе тăчĕ: - Эй чĕмере! Санпа ыталашса сехете пăхма та ерçеймен. Ман каччă милици сержанчĕ. Çак самантра лавкка патне çитсе тăрать. Ăна кĕтсе илмелле ман. Эс, такашкă-старикашкă, куç тĕлне ан пул. Тем сиксе тухĕ. Çĕмренле тапса сикрĕ хăвалăхран. Эпĕ те йăраланса тухкаларăм. Тĕксĕм лапамран çутатакан урама тухсан кĕсъене хыпашларăм. Ăçта ман укçа енчĕкĕ? Ăçта прокурортан та хаяртарах карчăкăма памалли, мăнукăм валли шкул çи-пуçĕ туянмалли укçа? Уяр кун аçа çапнăн аптраса ӳкрĕм. Çав кирлĕ сана, уй тăманине! Тата лайăхрах кирлĕ! Сылтăм чышка хытă чăмăртарăм та пĕррех туртса çапрăм сулахай куç айĕнчен. Пĕлетĕн вĕт, Микуç, тарăхсан эпĕ виçесĕр вăйланса кайнине. Хальхинче те вирлех лекрĕ пумăранк. Сулахай куç лапах хупланса ларчĕ. Çиткелерĕм киле. Алăк урати урлă каçсанах, кăвакарнă, юнăхнă пит-куçăма курсан, кутăн чакса урайнелле тĕршĕнчĕ карчăкăм. - Мĕн турĕç сана, Ласурик? Кам çаплах юсаса ячĕ? - йĕрмешет Марукăм. - Хамăр, урама çитсен виççĕн çавăрса илчĕç те çапса укçа енчĕкне вăрласа тарчĕç, - ахлата-ахлата евитлетĕп. - Юрать-ха вĕлерсех пăрахман, халь тем те кĕтме пулать. Укçишĕн куççуль тăкмăпăр. Атя, суранна çуса тасатсам, эмел сĕрем. - Вăт, çавăн пек мыскара, Микуç тусăм. Хытах лектерчĕ мана пумăранк. Пулăшрĕ те. Алек САНДРОВ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Нарăс уйăхěн 25-мěшěнче Чăваш наци конгресěн президенчě В.Л. Клементьев патне тěрлě ыйтупа килекен çын нумай пулчě. Анчах та калаçăва ытларах Пушкăртри Ěпхÿ хулинчен килнě чăвашсем çинчен пуçлас килет. Вěсем Иван Григорьевич Тарасов тата Вячеслав Михайлович Ерохинпа Мударис Харисович Сафин пулчěç. Иван Григорьевич, шкул директорě пулнă май, хăйěн ěçě-хěлěсем çинчен каласа пачě. Шӑп 30 ҫул каялла ун чухнехи Ěпхÿ хулин пуçлăхě Михаил Алексеевич Зайцев тӗрлӗ халӑх ачисене валли хулара наци шкулӗсем уçас юхăма йěркелесе ярать. Хӑйӗн Йышăнăвӗпе 1992 çулхи раштав уйăхěн 10-мěшěнче Ěпхÿ хулинче пурӑнакан тӗрлӗ чěлхепе калаçакан ачасене валли вӗренӳ учрежденийӗсем уҫать. Чи малтан чӑваш, унтан тутар, украина, мари шкулěсем ěçлеме пуçланă. Кӑшт вӑхӑт иртсен армян, нимӗҫ тата поляк ачисем валли те вěренÿ çурчěсем уçнă. Паянхи куна Ěпхÿре çакăн йышши 13 вěренÿ учрежденийě ěçлет. «Вырсарникун шкулě» ят панă çак тăван чěлхе шкулěсене. Иван Григорьевич ăнлантарнă тăрăх вырăсла сăмах «Вырсарникун» — «Чӗрӗлсе Тӑрасси» шухăшпа ҫыхӑннӑ. И.Г. Тарасов ертсе пыракан чăваш шкулěнче 10 вěрентекен ӗҫлет, вěренме вара 400 ача ҫӳрет. Шкулта ачасем чӑвашла калаҫма, ҫырма, чăваш тěррине тӗрлеме, юррине юрлама, ташшине ташлама тата тăван халăхăн йӑли-йӗркине вӗренеҫҫӗ. «Питех те кăмăллă-çке чăваш ачисем çеç мар, урӑх халӑхран тухнӑ ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене пирěн чăваш шкулне алăран тытсах ертсе килни. Ачасем чӑваш чӗлхипе литературине кӑна мар, тӗрлеме, ӑсталама, ташлама та вӗренесшӗн… — каласа тěлěнтерчě Иван Тарасов. — Вěсем шкула çÿреме юратни вěрентекенěсем тăрăшса ěçленинчен те килет пуль-çке. Уйрăмах ăшă сăмахпа асăнас килет Любовь Николаевна Пашинăна, Олеся Геннадьевна Димитриевăна, Анна Владимировна Алексеевăна тата Вера Михайловна Тарасовăна…» Ěпхÿ хулинче вырнаçнă чăваш «Вырсарникун шкулě» Конгреспа пěр çултах – кăçал 30 тултарать… Ěпхÿри чăваш ачисене В.Л. Клементьев вырăс шкулěнче вěренекен ачасен валли çырнă «Чăваш чěлхи» кěнекесем парса ячě. Елизавета Долгова Рубрика: ХыпарсемАвтор: ЧНК пресс-служби 27.02.2022 Оставить комментарий Автор: ЧНК пресс-служби Навигация по записям ПредыдущаяПредыдущая запись:Ҫěнě Сăвар хулине никěслеççěСледующаяСледующая запись:Ҫӗнӗ Сăвар архитектурӑпа этнографи комплексěн вырăнěнче хула никěсленě
Шупашкарата «Манăн професси - этнограф» кӗнеке презентацийю иртрӗ. Унта çӗршыври паллă ученăй-этнологăн Владимир Пименовăн асаилӗвӗсене пичетеленӗ. 1980 çулсен пуçламăшӗнче вăл арăмӗпе Чăваш АССР-ӗнче этносоциологи тӗпчевӗсене ирттернӗ. Çавăнпа кӗнекене пухса хатӗрлекен Т.Гузенкова унăн презентацине пирӗн патра ирттерес тенӗ. Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчӗнче иртнӗ тӗлпулăвăн иккӗмӗш пайӗнче Т.Гузенкова «Глобализаци» темăпа лекци... Шупашкарата «Манăн професси - этнограф» кӗнеке презентацийю иртрӗ. Унта çӗршыври паллă ученăй-этнологăн Владимир Пименовăн асаилӗвӗсене пичетеленӗ. 1980 çулсен пуçламăшӗнче вăл арăмӗпе Чăваш АССР-ӗнче этносоциологи тӗпчевӗсене ирттернӗ. Çавăнпа кӗнекене пухса хатӗрлекен Т.Гузенкова унăн презентацине пирӗн патра ирттерес тенӗ. Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчӗнче иртнӗ тӗлпулăвăн иккӗмӗш пайӗнче Т.Гузенкова «Глобализаци» темăпа лекци вуларӗ. Хăна ывйтусем çине те хуравларӗ. - Хальхи Раççейре тӗче бренчӗсем вăйлă аталаннă. Тӗслӗхрен: «Макдональдс», кебаб, шаурма... - Суши. - Çапла, ку шута суши те кӗрет. Тата фирма тумтирӗн бренчӗсем, джинсы... Пирӗн Раççей мӗнле брендсемпе паллă? Пысăк театр, матрешка. Тата мӗн? Шаманизм? - Футбол болельщикӗсем (Европа чемпионатӗнче «палăрчӗç»), «наташăсем» (кăнтăр çӗршывӗсенче), - хуравларӗç ученăйсем кулмасăр. - Чăвашсен мӗн? Енчен те хăйсен çук-тăк, «Макдональдс» килет. Эпир паян лавкасем тăрăх çӳрерӗмӗр, эпӗ ӗçе тăхăнса кайма юрăхлă наци эрешӗллӗ тум шырарăм. Фольклор уявӗ валли мар. Мӗнле-тӗр кӗмӗлтен тунă (нержавейкăран мар) илемлӗ япала... Анчах та çук... - Пирӗн çуллахи наци уявӗ «Акатуй» пур, вăл Чăваш республикин тулашӗнче те иртет. Унта тӗрлӗ наци çыннисем хутшăнаççӗ, - тесе хушрӗ паллă таврапӗлӳçӗ, ЧР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Владимир Алмантай. - Наци ювелирӗсен йăлисене Раççейӗн тава тивӗçлӗ художникӗ Владислав Николаев чӗртет. - Пирӗн тăван чӗлхе пур, эрешсем, наци костюмӗ, апат-çимӗç, ӗненӳ, вăл шаманизм мар. Мӗнле пирӗн Раççейре хамăрлăха упраса хăвармалла? - тăсрӗ калаçăва малалла Чăваш шурсухалӗсен пуçлăхӗ, филолог-ăсчах Виталий Станьял. - Енчен те мӗнле-тӗр пӗлтерӗшлӗ социаллă проект е программа пуçарсан чăвашсем хăйсен сассине çӗклееççӗ-и? Атăл мӗнле лару-тăрура? - Начар. - Ăна лайăхлатас тесе эсир мӗн сӗннӗ пулăттăр? - Вăл пиртен килмест... - Е экологи тӗлӗшӗнчен таса продукци кăларма (сирӗн ял хуçалăхӗнче)? - Пирӗн этнографи туризмӗ пулать часах. Тӗрӗссипе, йӗркеленет кăна-ха. - Тӗрӗксен курултайӗсене чӗнни çине пирӗн мӗнле пăхмалла? - ыйтрӗ В.Станьял (Çак тӗлпулуччен пӗр кун малтан Чăваш шурсухалӗсен Тӗп хуралӗнче ют çӗршыври граждан активисчӗ янă программăллă çырăва вуласа тухнă. Унта çитес çулта черетлӗ курултай пухма сӗннӗ. - Авт.). - Эсир кунпа асăрхануллăрах - наци чиккисем çийӗн тӗрӗк мăсăльман тӗнчипе... Эпӗ чăвашсене «Крымра» палăрма сӗннӗ пулăттăм. -Вырăсланассипе пирӗн мӗнле пулмалла? «Иккӗлле глобализмпа»? Çак термина усă курма юрать-и? - ыйтрӗ гуманитари институчӗн наука ӗçченӗ, паллă журналист тата публицист, нумай çул «Хыпар» хаçата ертсе пынă Алексей Леонтьев. - Хăш пӗр чăваш ялӗсенчи шкулсенче ашшӗ-амăшӗсем ачисене чăвашла вӗрентесшӗн мар! Атнер Хусанкай, Виталий Станьял, Николай Лукианов, эпӗ тата ытти активист-патриотсем 1992 çулта Чăваш наци конгрессне йӗркелерӗмӗр. Халӗ ăнкарулăх улшăнчӗ. Йăлтах кӗле çаврăнчӗ! - Тӗрӗс мар! - хирӗçлерӗ В.Станьял. - Пирӗн халăхра вăйлă хăвыат пур! Çакна истори те кăтартрӗ! - «Иккӗлле глобализм» терминпа эпӗ килӗшместӗп. Чăваш чӗлхи хальхи рынокра конкуренцие тӳсейми пулса тăнă. Иртнӗ ӗмӗрсенче вырăс аристократийӗ таранччен калаçнă француз чӗлхин те йывăрлăхсем пур...Мӗнле-тӗр мерăсем йышăнмалла. - Ӗçлӗпӗр! - пӗтӗмлетрӗ паллă чăваш ученăйӗ Виталий Иванов.- Глобализмпа усă курăр, - вӗçлерӗ Т.Гузенкова. - Ăнăçу!
МЧСăн Тутарстанри управленийӗ апрелӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа май уйăхӗн 15-мӗшӗччен республикăра пушара хирӗç ятарлă режим пуласса хыпарлать. Ятарлă режима куçасси çурхи-çуллахи вăхăтра пушар тухас хăрушлăх ӳснипе çыхăннă. Çак вăхăтра çынсен сад-пахчара, коммерцилле мар дача пӗрлешӗвӗсенче типнӗ курăк, çӳп-çап çунтарма, кăвайт (е мангал) çинче апат пӗçерме, 1-3 класлă хăрушлăхри пиротехника изделийӗсемпе усă... ❮ ❯ МЧСăн Тутарстанри управленийӗ апрелӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа май уйăхӗн 15-мӗшӗччен республикăра пушара хирӗç ятарлă режим пуласса хыпарлать. Ятарлă режима куçасси çурхи-çуллахи вăхăтра пушар тухас хăрушлăх ӳснипе çыхăннă. Çак вăхăтра çынсен сад-пахчара, коммерцилле мар дача пӗрлешӗвӗсенче типнӗ курăк, çӳп-çап çунтарма, кăвайт (е мангал) çинче апат пӗçерме, 1-3 класлă хăрушлăхри пиротехника изделийӗсемпе усă курма юрамасть. Вырăнти влаçа республика территорине çӳп-çаппа типнӗ курăк­ран тасатма, шыв парса тăракан оборудованисен юсавлăхне тӗрӗслеме, пушар тухас хăрушлăхлă ӗçсене чакарма хушнă. Режима пăссан граждансене 2000 - 4000, должноçри çынсене 30 000- 40 000, предприятипе организацисене 200 000 - 400 000 тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршывра тулли мар мобилизаци пуçланнине пĕлтернĕ хыççăн Чăваш Республикин çар комиссарĕ мобилизаци çинчен калакан Хушăва алă пуснă. Унта вăл çара каймалли йыхрав хучĕсене тивĕçнĕ мĕнпур çынна повесткăра палăртнă вăхăтра тата пункта çитме хушнă. Хальлĕхе повестка тата мобилизаци предписанине паман саппасра тăракан офицерсен, прапорщиксен, мичмансен, сержантсен, старшинасен, салтаксен, матроссен вара вăхăтлăха районтан е хуларан тухса кайма юрамасть. Республикăра вăхатлăх пурăнакан саппасри граждансен ялан пурăнакан вырăна çийĕнчех тухса каймалла, мобилизаци предписанийĕнче кăтартнă пунктсене е учетра тăракан çар комиссариачĕсене çитмелле. Юлашки кунсенче мобилизаципе çыхăннă тĕрлĕ суя информаци сарăлма пуçларĕ. Официаллă çăлкуçсене кăна ĕненмелле. Ку хăвăрăн лăпкăлăха та, обществăри лару-тăрăва сыхласа хăварма май парать. Тулли мар мобилизаци пуçлансан Интернетра тĕрлĕ суя информаци сарăлма пуçларĕ. Вĕсенчен пĕри çара каймалли йыхрав хучĕсене патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă яраççĕ тени. Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникаци министрĕ Кристина Майнина пĕлтернĕ тăрăх, çакă тĕрĕс мар хыпар. «Саккунпа килĕшӳллĕн повесткăна çынна хăйне вăл пурăнакан вырăна е ĕçе илсе килсе параççĕ. Урăхла меслет çук», – палăртнă вăл. Чăваш Ен салтакĕсем яланах хăюллăхпа, хастарлăхпа палăрнă. Хальхинче те республика çыннисем мобилизаци ирттернин сăлтавне лайăх анланаççĕ, ăна тивĕçлĕ йĕркелеме хатеррине палартаççĕ. ДМИТРИЙ МОИСЕЕВ: «Мĕн хушнине тăвас пулĕ тесе шутлатăп, хамăр тĕнчене пирĕн хӳтелемелле. Çамрăксен ытларах тесе шутлатăп». АЛЕКСАНДР ЕГОРОВ: «Эпĕ хам питĕ чĕре патне илетĕп вăл япалана, мĕншĕн тесен чăтма май çук вĕт-ха. Вĕсене хирĕç тăмасан пирĕн пата килеççĕ. Çĕршыв хӳтлĕхĕ пирĕн салтаксенче». ВАЛЕРИЙ КЛЕМЕНТЬЕВ: «Вăл кирлĕ, эпир ăна ырлатпăр. Пуçланă ĕçе пирĕн вĕçне çитермеллех». ГЕННАДИЙ МАТВЕЕВ: «Эпир хамăрăн çĕршыва хӳтĕлеме тăмасассăн пирĕншĕн никам та пирĕн пурнăçа çăлма тăрăшмасть. Ваттисем, пĕчĕк ачасем подвалта, пирĕн ларас килмест. Пирĕн çамрăксен лайăх пурăнмалла». Çитес вăхăтра Донецк, Луганск Халăх Республикисенче, Херсон тата Запорожск облаçĕсенче Раççей Федерацийĕн тытăмне кĕресси çинчен референдум та иртмелле. Донбасс халăхне Раççĕй йышне илессине Чăваш Ен çыннисем ырлаççĕ. МИХАИЛ СЕМЁНОВ: «Пирĕн, славян халăхĕсен пĕрле пурăнмалла. Ку референдум кирлĕ вăл, вĕсемшĕн кăна мар, пирĕншĕн те кирлĕ вăл, Раççейшĕн кирлĕ вăл, вĕсем пирĕнпе пурăнас тесессĕн, вĕсен ыйтăвĕ ялан çиеле тухать, вĕсене пирĕн ялан поддерживать тумалла».
Пирĕн çĕршывра малашне кăмпа официаллă шайра ял хуçалăх продукчĕ шутланĕ. Çакна Раççей правительствин постановленийĕпе çирĕплетнĕ. Пирĕн çĕршывра малашне кăмпа официаллă шайра ял хуçалăх продукчĕ шутланĕ. Çакна Раççей правительствин постановленийĕпе çирĕплетнĕ. Постановленин «Уçă çĕр çинче тата теплицăсенче ÿстермелли пахча çимĕç культурисем» пая кăмпасемпе трюфельсем кĕнĕ. Çавăн пекех «Пахча çимĕç вăрлăхне ĕрчетекен продукцисем» пайра кăмпа мицелийĕпе (тымарĕсемпе) çыхăнна йĕркесем те пур. Сăмахран, теплицăра ÿсекен шампиньонсем пирки. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Уçă саслă шăнкăрав вĕренÿ çулĕ пуçланнине пĕлтерсе ачасене парта хушшине йыхăрнăранпа вăхăт нумай та иртмен пек туйăнать. Анчах вăхăчĕ вара питĕ хăвăрт чупать. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем тытмалли тапхăр та çывхарса пырать. Шкулта 11 класс вĕренсе тухакансем çуллен ППЭ тытасси йĕркене кĕчĕ. Çапах паянхи кун та пĕтĕм çемье пăлханăвĕпе сăлтавĕ пулса тăраççĕ. 2022 çулта Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем мĕнле йĕркепе иртессине уçăмлатас тĕллевпе вĕренÿ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Валерий Голыевпа тĕл пулса калаçрăм. — Валерий Петрович, ППЭ тытмалли кăçалхи тапхăрсемпе паллаштараймастăр-ши? — Патшалăх пĕрлешÿллĕ экзаменĕсене маларах тытас тĕллевлисем мартăн 21-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 7-мĕшĕччен тĕрĕслев ĕçĕсем çырма пултараççĕ. Тĕп тапхăр майăн 27-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 21-мĕшĕччен пырать. Расписанире резервлă тапхăр та пур — июнĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 2-мĕшĕччен. Хушма сессине сентябрĕн 5—20-мĕшсенче ирттерме палăртнă. — Экзамен тытмалли йĕркери çĕнĕлĕхсем çинчен каласа параймастăр-ши? — 2022 çулта шкултан 11-мĕшĕнчен вĕренсе тухакансем вырăс чĕлхипе тата математикăпа обязательнăй тата суйласа илнĕ предметсемпе экзаменсем тытаççĕ. Кăçал ППЭ-сенчи заданисенче информацие астуни çеç çителĕксĕр — вĕренекен хăйĕн пĕлĕвĕпе усă курнипе пĕрле анализ тума тата танлаштарма, пĕтĕмлетÿ туса хăйĕн шухăшне уçса, ăнлантарса пама пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Кĕскен каласан, экзаменсенчи тĕрĕслев ĕçĕсем пĕлĕве практикăра усă курма вĕрентес тĕллевлĕ. — Улшăнусем мĕнле предметпа тытакан экзаменсене ытларах пырса тивеççĕ-ши? — Çĕнĕлĕхсем кашни предметпа тытакан экзаменрах пур тесен те йăнăшмастпăр. Уйрăмах математикăра, физикăра тата литературăра пысăк улшăнусем пур. Тĕслĕхрен, базовăй математикăра икĕ пĕрешкел задание пĕрлештернĕ, чăн пурнăçри геометри фигурисемпе тата хăвăртлăхпа е процентпа çыхăннă заданисем хушнă. Профильлĕ математикăра ĕçсенчен чылайăшне йывăрлатнă. Тĕрĕслев ĕçĕ алгебрăри, геометрири пĕлÿ çинче никĕсленнĕ. Функцисене анализ туса теори чĕлхипе ăнлантарса парассипе заданисем кĕртнĕ. Вырăс чĕлхи экзаменĕнче текста стилистика анализĕ тумалла пулать. Литературăпа сочинени çырнă чухне орфографи, пунктуаци правилисене тата грамматика нормисене пĕлнине хакласси çирĕпленнĕ. Кăçалхи экзаменра çыракан сочинени калăпăшĕ 200 сăмахран кая пулмалла мар. Литература шучĕ самаях анлăланнă. Списока ХIХ—ХХ ĕмĕрсен иккĕмĕш çурринчи хамăр çĕршыв тата ют çĕршыв поэзине кĕртнĕ. Кунсăр пуçне ХХI ĕмĕрти литературăна та лайăх пĕлмелле. Физика предмечĕпе тытмалли экзаменра астрофизикăпа пурнăçламалли заданисене кăларнă. Тĕрĕслев ĕçĕсенче тулли хурав памалли задачăсен шучĕ ÿснĕ. — Вĕренекенсене историпе тата обществознанипе кăçал та сочинени çыртараççĕ-и? — Асăннă предметсемпе экзамен тытас тĕллевлисене кăçал ирĕклĕ сочинени çыртармĕç. Ун вырăнне сăлтавпа пĕтĕмлетÿ çыхăнăвне палăртассипе çыхăннă тĕрĕслев ĕçĕ хутшăннă. Историпе вĕренекенĕн Аслă Отечественнăй вăрçă темипе анлă хуравлама тата иллюстраци материалĕпе ĕçлеме пĕлмелле. Обществознанире Конституципе РФ законодательствине пĕлнине тĕрĕслекен задачăсем хушăннă. — Ытти предметсемпе экзамен тытас тĕлĕшпе мĕнле улшăнусем пур-ши? — Акăлчан чĕлхипе экзаменра выпускник пĕлĕвне пурнăçра усă курма пултарнине тĕрĕслĕç. Географи предмечĕпе тытакан экзаменра та тулли те анлă хурав памалли заданисен шутне ÿстернĕ. Кунсăр пуçне кирлĕ информацие шыраса тупса усă курма пĕлнине тĕрĕслекен 2 заданирен тăракан мини-тест кĕртнĕ. Информатика предмечĕпе тĕрĕслевпе виçев ĕçĕсене таблицăпа усă курса кирлĕ информацие тупма пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. — Кашни предметпа миçе балл пухайсан алла аттестат илейĕ-ши вĕренекен? — Аттестат илме вырăс чĕлхипе — 24 балл, математикăпа 27 балл пухсан çителĕклĕ. Аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕнче малалла ăс пухас шутлисен вырăс чĕлхипе 40 балл, математикăпа 39 балл пухмалла. Ытти хушма дисциплинăсемпе предметне кура 30 — 40 балл пухмалла. Паллах, аслă пĕлÿ илес тĕллевлисен çакна та асра тытмалла. Пĕчĕк балл пухнисем аслă пĕлÿ паракан заведенисене документсем тăратма пултараççĕ, анчах конкурсра нумайрах балл пухни çĕнтерет. Тата вĕренÿ заведенийĕсен вăл е ку факультета абитуриентсем йышăнмалли балсен шайне хăйсем тĕллĕн ÿстерме е чакарма право пур. Çакă уйрăм илнĕ аслă шкул тата конкретлă специальноç сумлăхĕнчен килет.
Аслă пĕлÿ илнĕ çамрăксенчен ытларахăшĕ ялсенче е пĕчĕк хуласенче ĕçлеме кирлĕ пек услови çук, ĕç укçи пĕчĕк тесе Мускав, Санкт-Петербург, Екатеринбург, Хусан йышши хуласене, Çурçĕре тухса каяççĕ. Александрпа Ирина Титовсем вара ăçта каяр-ши тесе вăрах вăхăт пуç ватман. 2007 çулта Пушкăрт патшалăх медицина университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăнах Сашăн тăван тăрăхĕнчен инçе мар Пелепей хулине килсе вырнаçнă. Пишпÿлек районĕнчи каччăпа Тутарстанра çуралса ÿснĕ хĕр 1-мĕш курсранах пĕр-пĕринпе туслă пулнă. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн çамрăксем çемье çавăрма шутланă. Ирина вара мăшăрĕн тăван тăрăхне килме хирĕç пулман. Ĕнерхи студентсене Пелепей район администрацийĕпе Тĕп больница ертÿçисем хапăл тусах кĕтсе илнĕ, ĕçпе тивĕçтернĕ. Саша пултаруллă иккенне вĕсем малтанах пĕлнĕ. Пелепейри медицина училищинче вĕреннĕ вăхăтрах Я.М.Хайретдинов преподаватель ун пирки: «Саша – питĕ тăрăшуллă та ăслă студент, унăн организатор пултарулăхĕ пысăк», - тетчĕ. Чăн та, Саша училищĕре те, университетра та тăрăшса вĕренетчĕ, тĕрлĕ мероприятисене те, общество пурнăçне те хутшăнса ĕлкĕретчĕ. Халĕ те çаплах. Титовсем тарăн пĕлÿллĕ ăста специалистсем пулнине пациентсем те кĕске вăхăт хушшинчех ăнланса илнĕ. Вĕсем хăйсене тĕрĕс диагноз лартса кирлĕ пек сипленĕшĕн, чирлисемпе ăшшăн калаçнăшăн çамрăк тухтăрсене тав тăваççĕ. Пĕр вăхăт Пелепейре тăрăшнă хыççăн çак мăшăр «Ялти тухтăр» программăна хутшăнса Пишпÿлек ялне ĕçлеме куçрĕ. Унта пурăнакансем те çамрăк тухтăрсемпе питĕ кăмăллă пулнă, нумайăшĕ Александр Юрьевич терапевт патне лекес тесе тăрăшнă. Титовсен пултарулăхĕ çинчен «Çутă çул» район хаçатĕнче те пĕр хутчен çеç мар мухтаса çырнă. Пурнăç питĕ хăвăрт шăвать. Пишпÿлекре виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн Титовсем çĕнĕрен Пелепей хулине таврăнчĕç. Халĕ Александр Юрьевич ÿт чирĕсене сиплекен тухтăр, медицина чĕлхипе каласан, дерматолог. Ирина УЗИ тăвакан специалист. Ĕнерхи студентсем, çамрăк врачсем, халĕ икĕ ача ашшĕпе амăшĕ ĕнтĕ. Аслă ывăлĕ Тимур вырăнти 1№ гимназире 2-мĕш класра вĕренет. Унăн пур предметпа та «5» паллăсем çеç. Арина хĕрĕ ача садне çÿрет. Пиччĕшĕ ун пирки: «Манăн йăмăк чи ăсли, чи хавасли, ун пекки никамăн та çук», - тет. Александрпа Иринăшăн аслă Титовсем, Сашăн ашшĕпе амăшĕ, Юрий Сергеевичпа Тамара Матвеевна, яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Вĕсем Пишпÿлек тăрăхĕнчи Михайловка ялĕнче пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те ялта сумлă çынсем. Ачисене те, вĕсем аслă Титовсен виççĕ, çапла çитĕнтернĕ. Галина АЛЕКСЕЕВА. Пелепей хули. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Инкек Мишкин районĕнче пулса иртнĕ. Малтанхи информаци тăрăх, полици капитанĕ Венир Ибатуллин канмалли кун çемйипе Юбайкулево ялĕнче пĕлĕшĕ патĕнче хăнара пулнă. Каçхине арçынна мăйĕнчен темиçе хурт сăхса илнĕ тата ăна çийĕнчех сывлама йывăр пулнă. «Васкавлă пулăшу» машинипе арçынна больницăна илсе кайнă. Анчах тухтăрсем шар курна çыннă пулăшайман, полици ĕçченĕ анафилактикăллă шокран вилсе кайнă. Унăн мăшăрĕпе виçĕ ачи тăлăха тăрса юлнă. Тухтăрсен сăмахĕсем тăрăх, хурт сăхни чăннипе те вилĕм патне илсе çитерме пултарать. Хуртсен çыннăн иммун системине самантрах аркатакан аллерген пур. «Çакна евĕр пулăмсем хуртсене е хурт-хăмăр апат çимĕçне аллерги пур çынсемпе пулаççĕ. Хурт урамра апат çинĕ, алкоголь шĕвекĕ ĕçнĕ, пирус туртнă вăхăтра ытларах тапăнать», — ăнлантарнă аллерголог-иммунолог Лариса Давлетова. «Башинформ» ИА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
27-мӗшӗ - халăх календарӗпе Елисей. Хуратул акма кая юлман-ха. 28-мӗшӗ - халăх календарӗпе Фита (Вита). Цикори чечеке ларать. Çак кунран урăх нимӗн те акма юрамасть, мӗншӗн тесен пурпӗр ӗлкӗрмест. Ӗлӗк çак кун çветтуй Витана кӗл туса выльăх-чӗрлӗхе упрама ыйтнă. 29-мӗшӗ - халăх календарӗпе Тихон. Çак кунран вӗçен кайăксем юрлама чарăнаççӗ.... ❮ ❯ 27-мӗшӗ - халăх календарӗпе Елисей. Хуратул акма кая юлман-ха. 28-мӗшӗ - халăх календарӗпе Фита (Вита). Цикори чечеке ларать. Çак кунран урăх нимӗн те акма юрамасть, мӗншӗн тесен пурпӗр ӗлкӗрмест. Ӗлӗк çак кун çветтуй Витана кӗл туса выльăх-чӗрлӗхе упрама ыйтнă. 29-мӗшӗ - халăх календарӗпе Тихон. Çак кунран вӗçен кайăксем юрлама чарăнаççӗ. Сар çип ути (зверобой) чечеке ларать. Пӗрремӗш тухăçа пухса илме хатӗрленмелле. 30-мӗшӗ - халăх календарӗпе Çветтуй Мануил. Хӗвел пӗлӗт тӳпинче (зенитра) тăрать. Мӗнпур ӳсен-тăран ӳсет. Çак кун аслати авăтсан - лайăх тухăçа. Утмăлтурат (василек) чечеке ларать.
Декабрь уйăхĕн 7-мĕшĕнчен республикăри пур шкулта та куçăн вĕрентĕве хута ярĕç. Çакăн пек йышăнăва паян регионта иртекен оперативлă штаб ларăвĕнче тунă. Декабрь уйăхĕн 7-мĕшĕнчен республикăри пур шкулта та куçăн вĕрентĕве хута ярĕç. Çакăн пек йышăнăва паян регионта иртекен оперативлă штаб ларăвĕнче тунă. Ачасене шкула тавăрасси республикăра кăшăлвирус чирĕ сарăласси йĕркене кĕрсе пынипе çыхăннă. Аса илтеретпĕр, республикăри шкул ачисем каникул хыççăн тÿрех дистанциллĕ вĕренĕве куçрĕç. Республика ертÿçи Радий Хабиров Пушкăртстан пуçлăхĕн Тĕрĕслев управленине регионти пур шкулта санитари нормисене пăхăннине тĕрĕслеме хушнă. Надежда РОДИОНОВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Кăçал пĕтĕм Раççей Аслă Çĕнтерÿ 75 çул çитнине паллă тăвать. Иккĕмĕш тĕнче вăрçинчи çак çĕнтерÿ питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ: вăл чи юнлă та хурлăхлă пулăм кăна мар, тĕнчери нумай халăхăн шăпине татса параканĕ те, тĕнче аталанăвне палăртаканĕ те. Аслă Çĕнтерÿ совет халăхĕшĕн калама çук хакла ларнă, уншăн темиçе миллион чи лайăх ывăл-хĕр пурнăçне панă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалласа паянхи кунччен тĕрлĕ енлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Вĕсен ытларах пайне Çĕнтерÿ кунне май уйăхĕн 9-мĕшĕнче йĕркелеççĕ. Сăмахран‚ çак кунхине Иглин районĕнчи Чăваш Кăпавĕ ялĕнче обелиск умĕнче митинг иртрĕ. Чи малтанах пухăннисен умне ял Канаш пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Сажида Уракова тухса сăмах каларĕ. Пуçлăх-хĕрарăм Аслă Çĕнтерÿ уявĕпе саламларĕ, вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене пире тăнăçлă та ирĕклĕ пурнăç парнеленĕшĕн чĕререн тав турĕ. Унтан ял Канаш депутачĕ Николай Исаев сăмах илчĕ. Тĕрлĕ çар çапăçăвĕсен ветеранĕ паян пурăнакансен тивĕçĕ пирĕн мăн асаттесемпе асаттесен паттăрлăхĕ çинчен пулас ăрусене те каласа парасси, вĕсене асăнса лартнă палăксене упрасси çинчен асăрхаттарчĕ. Митинга малалла тăсса вырăнти шкул директорĕ Павел Коваленко тухса калаçрĕ. Уяв мероприятийĕн иккĕмĕш пайĕнче тĕрлĕ çар çапăçăвĕсен ветеранĕсем Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуç хунисене халалланă обелиск умне паттăр салтаксене сума суса чĕрĕ чечексемпе чечек кăшăлĕ хучĕç. Унтан пухăннисем Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне халалласа 75 сывлăш шарĕ тÿпене вĕçтерчĕç. Мероприяти вĕçĕнче ялавсемпе илемлетнĕ УАЗ автомобильпе ял тăрăх авточупу йĕркелерĕç. Юлашкинчен çакна каласа хăвармалла‚ кăшăлвирус пандемипе çыхăннă лару-тăрăва пула пысăк мероприятисем ирттерме май çук. Çавăн пирки асăннă митинга сахал çын хутшăнчĕ. Вĕсем чиртен сыхланас тесе харпăр хÿтĕлев маскисемпе усă курчĕç. Николай ИСАЕВ, 2006-2007 çулсенче Чечен Республикинчи çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă спецназ аслă сержанчĕ. Иглин районĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Чăн телей вăл çумра пурăнакансем те телейлӗ пулни, савăнăçа ыттисемпе пӗрле пайлама пӗлни. Шел пулин те, хăш-пӗри çак аслă та ăнлă тӗнчере те тăр пӗччен. Сăмах тăлăх ачасемпе ваттисен çуртӗнче пурăнакансем пирки. Йӗри-тавра çынсем пулсан та час-часах вӗсем хăйсене хăр тăлăххăн та пӗччен туяççӗ. Пирӗн тивӗç кунта - вӗсене чун... ❮ ❯ Чăн телей вăл çумра пурăнакансем те телейлӗ пулни, савăнăçа ыттисемпе пӗрле пайлама пӗлни. Шел пулин те, хăш-пӗри çак аслă та ăнлă тӗнчере те тăр пӗччен. Сăмах тăлăх ачасемпе ваттисен çуртӗнче пурăнакансем пирки. Йӗри-тавра çынсем пулсан та час-часах вӗсем хăйсене хăр тăлăххăн та пӗччен туяççӗ. Пирӗн тивӗç кунта - вӗсене чун ăшши парнелесси. Ку пачах та йывăр мар, кăмăл çеç пултăр. Хусан Митрополичӗн, Çветтуй асапçă Кирилл ячӗллӗ архиерей подворйи те, акă, хăй тавра ыркăмăллă çынсене пуçтарма шутланă. Январӗн 8-мӗшӗнче, раштав праçникӗпе вӗсем ачасемпе ваттисен çуртӗнче пурăнакансене, килсӗрсене саламлама хатӗрленет. Çак тӗллевпе, гуманитарилле пулăшу акцине йӗркеленӗ. Кăмăл тăвакансем Хусанти Чистопольски урамӗнче вырнаçнă чиркӗве ачасемпе ваттисем валли теттесемпе пылак çимӗçсем, ăшă тумтир тата ытти парнесем пырса пама пултараççӗ. Камăн мӗнле май пур - пурте юрăхлă пулӗ.
Ханты-Манси автономи округĕнчи Мегион хулинчи медик Владимир Тимочко Владимир Путин Президента пĕчĕк ĕç укçи илни тата ĕçе çĕтĕк паттинккапа çÿреме тивни пирки каласа панă. Вăл видеоыйту çырнă, видеоçырăва илнĕ иккĕмĕш адресат ролик авторĕ ĕçлекен больницăн главнăй врачĕ пулса танă. 25 минут пыракан роликри пăлхануллă калаçăвăн сăлтавĕ медучреждени руководстви ĕçрен пушă вăхăтра квалификацие ÿстермелли курс иртме хушни пулса тăнă. Врачăн пушă вăхăт çукпа пĕрех. Укçа çитерех пытăр тесен, унăн кунĕн-çĕрĕн ĕçлеме тивет. Тимочко каланă тăрăх унăн ĕç укçи 30 пин тенкĕ, Раççей сывлăх сыхлав министрĕ Вероника Скворцова каланă пек 79 пин тенкĕ мар! ТАСС материалĕсем тăрăх. Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк. #Владимирпутин Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Паян питӗ кăсăклă тата хăйне евӗрлӗ уяв - пӗтӗм тӗнчери рок-н-ролл кунӗ. Ăна кашни çул апрелӗн 13-мӗшӗнче паллă тăваççӗ. Анчах та истори тӗлешӗнчен пăхсан, ку уява апрелӗн 12-мӗшӗнче паллă тумалла, мӗншӗн тесен рок-н-ролл никӗсӗ Билл Хейли «Rock Around The Clock» синглран пуçланса кайнă. Вăл ăна шăпах 1954 çулăн апрелӗн 12-мӗшӗнче... ❮ ❯ Паян питӗ кăсăклă тата хăйне евӗрлӗ уяв - пӗтӗм тӗнчери рок-н-ролл кунӗ. Ăна кашни çул апрелӗн 13-мӗшӗнче паллă тăваççӗ. Анчах та истори тӗлешӗнчен пăхсан, ку уява апрелӗн 12-мӗшӗнче паллă тумалла, мӗншӗн тесен рок-н-ролл никӗсӗ Билл Хейли «Rock Around The Clock» синглран пуçланса кайнă. Вăл ăна шăпах 1954 çулăн апрелӗн 12-мӗшӗнче çырнă. Шăп çак рок çӗнӗ музыка енӗ пулса тăрать те, пӗтӗм континент тăрăх сарăлса паллă пулса тăрать. Пирӗн çӗршывра хӗвеланăç енчи музыка витемне пула вырăс рокӗ 20 ӗмӗрте çуралать. Вăл вăхăтри чи пӗрремӗш рок ушкăнӗсене Александр Градский йӗркеленӗ: «Сокол», «Скифы», «Скоморохи», «Славяне». «Камшăн рок-н-ролл чăн пурнăç стилӗ пулса тăнă пулсан, паян уявлама пултаратăр», - тет «Хусан чăвашӗсем» рок-ушкăнăн ертӳçи Алексей Наумов.
Юлашки çулсенче Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн хура-сарă йăрăмлă хăюсене – Георгий лентисене – салатасси йăлана кĕнĕ. Çавна май Георгий Победоносецçинчен, унăн ячĕпе хисепленекен хĕресе (ордена) хăш çулсенче тата кам хушнипе çирĕплетнĕ? Хĕрес хăйăвĕн хура-сарă тĕсĕсен тата ăна паян валеçнин пĕлтерĕшĕ мĕнре? „Георгий хăйăвĕ” акци 2005 çулта пуçланнă. Мероприятие „РИА Новости” ĕçченĕ Наталья Лосева шухăшласа кăларнă. Ун чухне массăллă информаци хатĕрĕсем Гварди хăйăвне „Георгий” ят панă. Георгий хăйăвне Çĕнтерÿ кунĕ умĕн тĕнчери нумай çĕршывра тÿлевсĕр параççĕ. Ăна çакса çÿрени çын Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи аслашшĕсемпе кукашшĕсен паттăр ĕçĕсемпе мухтаннине пĕлтерет. Çветтуй Георгий Победоносец орденне 1796 çулта Кĕтерне патша хушăвĕпе çирĕплетнĕ. Унăн тытăмĕнче хальхи вăхăтрине аса илтерекен хăю та пулнă. Орденпа вăрçă вăхăтĕнчи паттăр ĕçсемшĕн чысланă. Вăл çар награди шутланнă. Георгий хăйăвĕн хура-хĕрлĕрех сарă тĕсĕ Российăра паттăрлăх тата мухтав палли пулса тăнă. Çулсерен ноябрĕн 26-мĕшĕнче Георгий хĕресĕн кавалерĕсен кунне паллă тунă. Тĕп уяв II Екатерина вăхăтĕнчен пуçласа Хĕллехи керменте (Зимний дворец) иртнĕ. Юлашки хут орден уявне 1916 çулта палăртнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче вырăс çарĕн йăли-йĕркине тĕпе хурса 1943 çулхи ноябрĕн 8-мĕшĕнче виçĕ степеньлĕ Мухтав орденне çирĕплетнĕ. Унăн статусĕ Георгий хĕресне çывăх тăнă. Каярахпа Георгий хăйăвĕпе ытти медальпе значока илемлетме пуçланă. Унтан СССРта Çветтуй Георгий Победоносец орденăн хăйăвне аса илтерекен Гварди хăйăвĕ тухнă. Унпа салтаксене Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн чысланă. Çак хăюпа Мухтав орденĕн колодкине сăрнă. 1992 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче РСФСР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Указĕпе Георгий орденне тата Георгий хĕресне чĕртсе тăратма йышăннă. Çĕнтерÿ кунĕ умĕн валеçекен Георгий хăйăвне Гварди хăйăвĕ тесен тĕрĕсрех-тĕр, мĕншĕн тесен вăл хĕрлĕрех сарă тĕслĕ. Хура тата ылтăн тĕссем, Çветтуй Георгий орденĕн хăйăвĕн тĕсĕсем Россия Геральдикинче Георгий Победоносец патне çывăха та пымаççĕ. Мускавăн авалхи гербĕ çинче ăна, кăвак плащ тăхăннăскере, шурă лаша утланнăскере хĕрлĕ уйра сăнланă. Россия триколорĕ ĕнтĕ шăпах Çветтуй Георгийĕн Геральдика тĕсĕсем. Паянхи хăю хура тата хĕрлĕ сарă тĕслĕ. Хĕрлĕ сарă тĕс – вут-çулăм, хура – тĕтĕм паллисем. Икĕ çак тĕс пĕрле çарти паттăрлăха тата мухтава пĕлтерет. Массăллă информаци хатĕрĕсен материалĕсем тăрăх. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Республикăри ача-пăча клиника больницин реабилитаци центрӗ пулать, тесе пӗлтернӗ «Татар-информ» ИА корреспондентне больницăн тӗп тухтăрӗ Р.Шавалиев. Хальхи вăхăтра центр валли çӗр лаптăкӗ хатӗрлеççӗ. Тӗп нерв системин функцийӗ пăсăлнă пациентсен уйрăмӗнче паянхи кун больницăн кашни пиллӗкмӗш пациенчӗ реабилитаци иртет. Ачасем унта Тутарстанран кăна мар, кӳршӗллӗ Ульяновск, Киров, Самар облаçӗсенчен, Марий Элпа... Республикăри ача-пăча клиника больницин реабилитаци центрӗ пулать, тесе пӗлтернӗ «Татар-информ» ИА корреспондентне больницăн тӗп тухтăрӗ Р.Шавалиев. Хальхи вăхăтра центр валли çӗр лаптăкӗ хатӗрлеççӗ. Тӗп нерв системин функцийӗ пăсăлнă пациентсен уйрăмӗнче паянхи кун больницăн кашни пиллӗкмӗш пациенчӗ реабилитаци иртет. Ачасем унта Тутарстанран кăна мар, кӳршӗллӗ Ульяновск, Киров, Самар облаçӗсенчен, Марий Элпа Чăваш Енрен те килеççӗ. Мускавпа Ашхабадран та çемьесем пур. Медиксем каланă тăрăх, ДЦП - приговор мар. ТР Президенчӗ Рустам Минниханов уйрăма парнеленӗ «Локомат» роботлă аппарата уйрăмах мухтаççӗ. Вăл хаклă, анчах чи кирлӗ аппарат. Ачан кашни шăмă сыппи çине датчик çирӗплетеççӗ, вăл кăтартать те пепке мӗнле тăрăшса хăнăхусем тунине. Занятисем ку аппарат çинче çур сехет пыраççӗ. Сывлăха кура нумайрах та пулаççӗ. Республика ача-пăча клиника больницине лекнӗ кирек мӗнле çивӗч патологиллӗ ача та кунта реабилитаци иртме пултарать. Профильлӗ тухтăр малтан унăн халне стабилизацилет, унтан мультидисциплинарлă команда сиплеме пуçлать.
(Ирина Трифонова. Сăнӳкерчӗк Константин Малышевăн). Октябрӗн 1-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче вырнаçнă Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ вӗренӳ çулӗ пуçланнине палăртрӗ. Çак тӗллевпе унта нумай çын пуçтарăнчӗ. Вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн директорӗ Сильвия Чаркина хăйсен ӗçӗпе туллин паллаштарчӗ. Чăваш çамрăкӗсен «Асамат» организацийӗн активисчӗсемпе пӗрле вӗсем анлă видеосюжет хатӗрленӗ. Вырсарни шкулӗн... ❮ ❯ (Ирина Трифонова. Сăнӳкерчӗк Константин Малышевăн). Октябрӗн 1-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче вырнаçнă Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ вӗренӳ çулӗ пуçланнине палăртрӗ. Çак тӗллевпе унта нумай çын пуçтарăнчӗ. Вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн директорӗ Сильвия Чаркина хăйсен ӗçӗпе туллин паллаштарчӗ. Чăваш çамрăкӗсен «Асамат» организацийӗн активисчӗсемпе пӗрле вӗсем анлă видеосюжет хатӗрленӗ. Вырсарни шкулӗн пурнăçӗ куç умӗнче йӗркеленсе, аталанса пырать темелле, çулталăк тăршшӗпе тӗрлӗ мероприяти иртнине асăрхатăн. Çапах та вӗсем илсе пыракан ӗç çав таранччен пӗлтерӗшлӗ та анлă пулнине халӗ тата та лайăхрах курма пулчӗ. Республика, хула шайӗнчи пӗр мероприятирен те юлмаççӗ шкула çӳрекен кӗçӗн тата аслă классенче вӗренекен атьсем. Çулталăк тăршшӗпе Туслăх Çуртне кам кăна килсе каймасть-ши? Ют çӗршыв делегацийӗсене кӗтсе илнӗ çӗре пӗрре мар хутшăннă пирӗн ачасем. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кăçал вӗренӳ çулне уçнă çӗре ЧНКА канашӗн пайташӗсем, хула çыннисем ытларах килни савăнтарать. Ачасемпе педагогсене уявпа саламлама ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн председателӗ Владимир Иванов, Хусанти П.Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ ертӳçи Валерий Казаков, «Сувар» хаçат редакторӗ Константин Малышев, Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн директорӗ Майя Хухунашвили килчӗç. Чăваш Енрен те пӗр хăна пурччӗ - «Хавал» чăваш ачисемпе çамрăкӗсен лагерӗн йӗркелӳçисенчен пӗри - Игорь Алексеев. Владимир Иванов ачасемпе вӗрентекенсене çитес вӗренӳ çулӗнче ăнăçу сунса тăван чӗлхен кирлӗлӗхӗ, вăл пирӗн культура никӗсӗ пулнине палăртрӗ. Валерий Казаков та нумай ырă сăмах каларӗ. Паянхи кун ăна хăй пӗрремӗш хут шкула кайнине аса илтернӗ иккен. Чăвашла кăмăл ыйтнă пекех лайăх калаçайманнишӗн кулянса шӳтлесе хăйне те пӗрремӗш класа илме ыйтрӗ. Çакăнтан вӗренсе тухнисем нихăçан та тепӗр халăх çыннине кӳрентермессине шаннине пӗлтерчӗ. Майя Хухунашвили сăмахӗсемпе, чăвашсем чи активлисен шутӗнче. Вырсарни шкулӗн ӗçӗпе паллаштарса вăл халăхсен туслăхӗн никӗсӗ пулнине палăртрӗ. Чăваш уйрăмне вырсарни шкулӗ ирттерекен мероприятисене хутшăннăшăн тав турӗ. Вӗсене Грузи халăхӗн уявне хутшăнма та чӗнчӗ. Ырă сăмахсем калакансем йышлăн пулчӗç. Çав тери ырă атмосферăра иртрӗ уяв. Шкулăн мухтанмалли вара нумай. Çакăнта çӳрекен ачасем юрă-ташă искусствинче те, спортра та, обществăлла ӗçсенче те палăрма ӗлкӗрнӗ. Куракансене çак кун София Чаркина «Асамат кӗперӗ» юрра парнелерӗ, Тӗнче чемпионачӗн бронза призерӗ, Тутарстанпа Чăваш Ен чемпионӗ Егор Елисеев ката кăтартрӗ. «Асамат» ушкăн хӗрӗсем çӗнӗ ташăпа паллаштарчӗç. Сильвия Чаркина килнисене пурне те хăйсен ачисене шкула илсе килме ыйтрӗ. Паллă ӗнтӗ, нумайăшӗ тăван чӗлхене килте вӗрентмест. Сăлтавӗсем кашнин хăйӗн. Ку чухне, ман шутпа, ашшӗ-амăшӗсемпе çутӗç калаçăвӗсем ирттерни усăллă пулӗ. 25-35 çулсенчи ашшӗ-амăшӗсем хăйсем те-ха чӗлхе кирлӗлӗхне пит ăнланса илеймеççӗ. Урăхла пулсан, ачисене вӗрентесси пирки ыйту çуралмӗччӗ. Культура, истори пирки кăшт та пулин пӗлниех тăван халăхпа мăнаçланас туйăма вăратать. Çавăнпа çӳремелле вырсарни шкулне: вырăнӗ лайăх, илемлӗ, хăтлă, ачасем валли мӗн кирлӗ - йăлт пур.
Хура хурлăхан. Шотландири тĕпчев институчĕн ăсчахĕсем ăна тĕнчери чи усăллă çырла тесе палăртнă. Мĕншĕн тесен вăл, ытти улма-çырлапа танлаштарсан, тĕрлĕ витаминпа, минералпа, антиоксидантпа пуянрах. Унра С витамин нумай /апельсинран 4 хут ытларах/. Унсăр пуçне хура хурлăханра антоцианин пигменчĕ пур. Тухтăрсем палăртнă тăрăх, вăл чĕре чирĕсенчен, диабетран, усал шыçăран сыхланма пулăшать. Хура çырла. Çак çырлан усăлăхĕ пирки нумай калаçма пулать: вăл куç çивĕчлĕхне те ÿстерет, ăс-тăна та çирĕплетет, холестерин шайне те чакарать, усал шыçăран та сыхланма пулăшать. АПШ ăсчахĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, хура çырла нерв клеткисен çĕнелес ĕçне хăвăртлатать. Шур çырли. Унран хатĕрленĕ сĕткен организма инфекцисенчен сыхлать: вируссемпе бактерисем аталанаймаççĕ. Шур çырли гриппа кĕрешме, язвăран сыхланма пулăшать. Унсăр пуçне вăл шăлшăн усăллă. Израиль тухтăрĕсем çакна тĕпчев ирттернĕ хыççăн палăртнă, кайран ятарлă шăл пăсти шухăшласа кăларнă. Хăмла çырли. Çак çырлара калори сахал. Унри гликеми индексĕ ытти улма-çырларан пĕчĕкрех. Çапла майпа организмри сахăр шайне ытла ÿсме памасть. Хăмла çырли диетăна пăхăнакансемшĕн те питĕ усăллă. Йĕплĕ хурлăхан. Унра С витамин тата кали нумай: юн пусăмне кирлĕ шайра тытма пулăшать. Анчах шăл çирĕп мар тăк ку çырла сирĕн валли мар. Мĕншĕн тесен йĕплĕ хурлăханри йÿçек шăл эмальне аркатать. Хура хăмла çырли. С витаминсăр пуçне Е витаминпа пуян çырла. Вăл чĕрешĕн усăллă. Çырлари фоли йÿçекĕ амăшĕ пулма хатĕрленнĕ хĕрарăмсемшĕн пĕлтерешлĕ. Пăçина. Унра хура хурлăханри пекех антоцианин нумай. Çак çырла иммунитет çирĕплетет. Тĕлĕнмелле те, унра, хура çырлапа шур çырлипе танлаштарсан, антиоксидант 2 хут нумайрах. Анчах пăçинана тупма çăмăл мар. Ун вырăнне аптекăран экстракт туянма юрать. https://vk.com/@mol_gazeta-chi-usll-yrlasem Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Аслă Константин I (272—337) Мульви кĕперĕ патĕнче çĕнтернĕ хыççăн август пулса тăнă (312), преториансенсене саккунран кăларнă, Рим империн тухăç территорин тытăмçипе — Лицинипе — вăрçнă. Христианлăха Рим империнче тĕн чăтăмлăхĕ пирки йышăннă Милан эдикчĕ (313) хыççăн хĕсĕрлеме пăрахнă. Константин астулра чухне чиркĕве налуксенчен хăтармалли, чурасене тата тĕрмене хупнă çынсене хӳтĕлекен, хĕрес çине пăталаса вĕлерессине тата гладиатор çапăçăвĕсене чаракан саккунсене йышăннă. Христиан юхăмĕнче пĕрремĕш хĕçпăшаллă хирĕçӳ (317): Константин çарĕ Африкăра донатистсемпе циркумцеллионсене хăваласа çӳрет. Хунну Китай тĕп хулине — Лоян — ярса илнĕ (311), çĕнĕ тĕп хула — Чанъань — çаплах парăннă (316), Цзинь династийĕ килĕн юлашкисем кăнтăр-тухăçалла тарнă, унта Тухăç Цзинь йĕркеленĕ (317—420). Индин кăнтăр енче паллавсем патшалăх туса хунă (315—898)[1][2]. КультураПравить 310-мĕш çулсен варри — палестинцец сăв. Иларион пушхирте сăв. Антонипе тĕлпулнă, Палестинăна таврăнсан, Палестинăри пĕрремĕш ютшăнакан пулса тăнă. АсăрхавсемПравить ^ Алаев Л. Б. Южная Индия. Общинно-политический строй VI—XIII веков. — М.: Институт востоковедения РАН, 2011. — ISBN 978-5-89282-469-9
Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателĕсем Л.А. Афанасьева тата çак йĕркесен авторĕ Раççейри фундаменталлă тĕпчев фончĕн гранчĕпе усă курса июль уйăхĕн 30-мĕшĕнче Çтерлĕ районĕнчи Косяковка чăваш ялĕнче ăслăлăх экспедицийĕнче пулчĕç. Экспедици ушкăнне ял çыннисем библиотекăра çав тери ăшшăн кĕтсе илчĕç. Проект тăрăх преподавательсем туй йăли-йĕркин лексикипе юрри-такмакне, хĕр йĕррине, каччăпа хĕре пил панă сăмахсене çырса илчĕç, илемлĕ ташă-юрăпа, чăваш тумĕпе тата капăрлăхсемпе паллашрĕç. Ял çыннисем каласа панă тăрăх, Косяковкăра пурăнакан чăвашсем Шупашкар енчен 1886 çулта куçса килнĕ. Косяковкăсем - Пушкăрт Республикинче пурăнакан, «Сурхури» йăли-йĕркине тытса пыракан тури чăвашсем. Халăхăн ăс-пурлăх хавалĕ чĕлхере, кĕвĕ-çемĕре, сăмахлăхра, тĕрĕ-эрешре, тум-тирте сыхланса юлнă. Косяковкăсем ырă йăла-йĕркене çирĕп тытса паянхи кунччен упраса хăварма пултарнă, çĕр çинчен çухалма паман. Ялти кашни килĕре тĕрĕллĕ чăваш тумĕ е урăхла илемлетнĕ шурă кĕпе пур. Çак тĕлĕнмелле пуянлăха упраса хăварни тата аталантарса пыни халăх пуласлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăруран-ăрăва ÿстерсе пынă илемлĕх мулĕ хальхи ăстасемпе ÿнерçĕсене те илĕртет. Шел пулин те, пуян кун-çуллă чăвашсене ялта клуб пулманни питĕ кулянтарать. Эпир, ăслăлăх экспедицийĕн пайташĕсем, çак ялта пурăнакан Мария Николаевна Яковлевапа Ирина Григорьевна Белова аслă ăрури çынсене, Федор Иванович Павлов купăсçа, Максим Николаевпа Виктория Данилова çамрăксене, Светлана Анатольевна Привалова библиотека ĕçченне экспедици ĕçĕнче пулăшса пынăшăн тав тăватпăр. Лариса КОРОТАЕВА, филологи наукисен кандидачĕ. Çтерлĕ хули. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Спас районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председательне ӗнер альтернативăсăр суйларӗç. Çак должноçра ӗçлеме Валентина Якличевасăр пуçне урăх çынна район администрацийӗ те, чăвашсен пухăвӗ те сӗнесшӗн пулмарӗç. Районта пирӗн халăх çыннисем сахалăн пурăннипе Пăлхар чăвашӗсен темле пысăк мероприятисем йӗркелеме майсем çук, çапах та Яшпашел ялӗнчи шкулта чăвашла вӗрентме пуçланăранпа чӗлхе тата... ❮ ❯ Спас районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председательне ӗнер альтернативăсăр суйларӗç. Çак должноçра ӗçлеме Валентина Якличевасăр пуçне урăх çынна район администрацийӗ те, чăвашсен пухăвӗ те сӗнесшӗн пулмарӗç. Районта пирӗн халăх çыннисем сахалăн пурăннипе Пăлхар чăвашӗсен темле пысăк мероприятисем йӗркелеме майсем çук, çапах та Яшпашел ялӗнчи шкулта чăвашла вӗрентме пуçланăранпа чӗлхе тата культура лару-тăрăвӗ Спасски районӗнче кăштах улшăнчӗ. 2008-мӗш çулта пуçлаççӗ кунта çӗнӗрен чăвашла вӗрентме. 2014 çулта Президент програмипе çӗнӗ клуб туса пани те яшпашелсен кăмăлне çӗклет. Çавăнпа та вӗсем шкул çитӗнӗвӗсем çинчен доклад тăвакан завучран Лада Сусаринăран чăваш чӗлхи кружокне аслă çулти çынсемшӗн те йӗркелеме ыйтрӗç. Валентина Якличева вара хăйӗн отчетӗнче виçӗ çул хушшинче туса ирттернӗ ӗçсем çинчен каласа пачӗ. Кунта сăмах ытларах вăл йăмăкӗпе пӗрле йӗркеленӗ «Çеçпӗл» ансамбль тӗрлӗрен конкурссемпе фестивальсене тата уявсене хутшăнни çинчен пычӗ. Йывăрлăхсем те çук мар. Вӗрентӳ сферинче тăрăшакан чăваш центрӗн хастарӗсен культурăна аталантарас пӗлӳсене ӳстерес тӗллевпе ирттерекен семинарсемпе курссене хутшăнма май çук. Вӗсем вырăнне унта чăваш халăх пултарулăхӗпе пач çыхăнман культура тытăмӗнчи специалистсем каяççӗ. Чӗннӗ çӗре - уявсене е пухусене - кайкалама та укçа-тенкӗ енчен пулăшакан çук, ЧНКЦ председателӗн ытларах чухне хăй шутӗнчен тăкакланма тивет. Ку ӗçре пулăшма районти Культура управленийӗн пуçлăхӗ Ф.Ш.Низамов шантарчӗ. Пуçлăхсен тата хăнасен сăмахӗсем тăрăх В. Якличева хăйӗн тивӗçӗсене пӗтӗтмпех пурнăçланă, тăрăшса ӗçленӗ, çавăн пек малашне те пултăр тесе ЧНКЦ ертӳçин вырăнне каллех ăна суйласа лартрӗç. Халăх та хăй те питӗ кăмăллă юлчӗ. Уйрăмах концерт номерӗсемпе.
Районта пурăнакансем театр фестивалĕнче туяннă кăмăл-туйăмсене манса ĕлкĕреймерĕç, çĕнĕ пултарулăх проекчĕ — Пушкăртстан Республики 100 çул тултарнине чысланă «Пушкăртстанра тунă» ял тăрăхĕсем, район центрĕн организацийĕсемпе предприятийĕсем хушшинчи илемлĕ хăйпултарулăхĕн муниципаллă конкурсĕ пуçланнă. Конкурс Пăслăк ялĕнчи нумай функциллĕ культура центрĕнче пуçламăш илнĕ. Район администрацин культура комитечĕн председателĕ Елена Арефьева конкурсăн символне — штандартне Пăслăк ял тăрăх ял Совечĕн пуçлăхне Юрий Васильева уявла лару-тăрура тыттарнă. Уявла церемони хыççăн ял тăрăх организацийĕсем курма килнисем тата жюри умне хитре концерт номерĕсем тăратнă. Фойере ал ĕçĕсен пултарулăх ĕçĕсен выставкине йĕркеленĕ. Концерт «эстафети» пĕр ял тăрăхĕнчен тепĕр ял тăрăхне штандарт куçарса марафон евĕр малалла пырĕ. Концертсене килĕр тата хăвăр ĕçтешĕрсемпе пĕр ял çыннисене хавхалантарăр. Ирина МИХАЙЛОВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Çтерлĕпуçĕнчи 2№ вăтам шкулта Тăван чĕлхе кунĕнче вырăс, пушкăрт, тутар тата чăваш чĕлхипе диктант çыртăмăр. Çтерлĕпуçĕнчи 2№ вăтам шкулта Тăван чĕлхе кунĕнче вырăс, пушкăрт, тутар тата чăваш чĕлхипе диктант çыртăмăр. Ман шутпа, паянхи кун çак мероприяти тăван чĕлхене упраса хăварас, ăна аталантарас ĕçре питĕ пысăк витĕм кÿрет. Вăл асра юлмалли кун та, мĕншĕн тесен вырăнти шкул тата ача садĕнче ĕçлекен, чăвашла калаçакан вĕрентекенсемпе воспитательсене пĕр çĕре пуçтарчĕ. Ыттисенчен уйрăлса тăма пуçа тенкĕллĕ масмаксем çыхрăмăр. Атте-анне пехилленĕ чĕлхене манманшăн хамăр ачасем пекех савăнтăмăр. Шкул пĕтерни 30 çул ытла иртнĕ пулин те сас паллисене тĕрĕсех çыратпăр-ха. Пурин ĕçне те «4» тата «5» паллăсемпе хак пачĕç. Пирĕн, аслисен, кулленхи пурнăçра хамăрăн чĕлхене ачасене те ăша хывтарма тăрăшмалла. Ĕлĕк чăваш хăйĕн чĕлхинчен вăтаннă, çав шутра эпĕ те. Халĕ вара манăн пуçа çĕклесе «эпĕ чăваш» тесе хыттăн калас килет. Çтерлĕпуç тăрăхĕнче чăвашсем йышлă пурăнмаççĕ - 500 яхăн çын çеç. Анчах эпир те хамăр çинчен ас илтерсех тăратпăр. Тĕрлĕ уявсенчен айккинче тăрса юлмастпăр, ытти халăхсемпе хутшăнса хамăрăн юрă-ташăсене, вăйăсене, йăла-йĕркесене кăтартса паратпăр. Çакă пурте хамăртан килет, тулли пурнăçпа пурăнма, мăн асатте-асаннесен ырă енĕсене малалла тăсма пире никам та чармасть. Ирина ПЕТРОВА, Çтерлĕпуçĕнчи 2№ шкул вĕрентекенĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Иван Займуков Кулăшла калав Халь эп утмăл икĕ çулта. Ку тарана çитсе сывлăх пирки шухăшламанччĕ, иккĕленменччĕ. Таçтан муртан-çке ман карчăк «Здоровье» журнал тупса пынă та:— Ме-ха, — тет, — çакна вула. Кулкаласа карчăк çине пăхса илтĕм, вăл кăтартнă «Минус минуты и годы» статьяна вулама тытăнтăм. Ак тамаша! Унта каланă тăрăх, çын кашни пирус е сигарет туртмассерен хăй ĕмĕрне пилĕк минут е унтан ытларах чакарать. Кĕскетет, эппин. Вăт япала-а! Ĕнени-ĕненми тепĕр хут вуласа тухрăм та... тытăнтăм шутлама. Каларăм-çке, эпĕ халь утмăл иккĕре тесе. Вуниккĕре табак туртма пуçланă. Апла пулсан шăпах аллă çул хушши ăша йӳçĕ тĕтĕм ярса тĕтĕретĕп. Пастай-ха, пастай. Кунне эпĕ пĕр пачка туртса яратăп. Çулталăкра миçе кун-ха? Ă-хă, ă-хă, виççĕр утмăл пилĕк кун, тейĕпĕр, унтан мăшăр кунлă кунсем тата... Чим-ха, чим, калама çук кăсăк япала пулса тухать мар-и? Шӳтшĕнех тесе хутпа кăранташ тытса лартăм. Ай, мекешлентĕм!.. Курăр-ха, курăр! Эпĕ, паян куна çитсе, 18262 пачка пирус туртса янă. Çирĕме хутласан 365240 пирус пулать вăл. Кашни пирусĕ хам пурнăçăн 5 минутне кĕскетнĕ пулсан... виççĕр утмăл пилĕк пин те икçĕр хĕрĕхе пиллĕке хутлатпăр та... 1826200 минут пулать е 30436 сехет, е 1268 кун, е 42 уйăх... Апла эпĕ пĕтĕмпе виçĕ çулталăк та уйăх таран хамăн пурнăçăма кĕскетнĕ. Ăт, тĕнче-е! Ку пĕрре. Тепĕр енчен, укçа тĕлĕшĕпе шутласан... Калăпăр, кашни пачкишĕн, шăрпăкĕпе пĕрле, вунпилĕкшер пус тӳленĕ тейĕпĕр. 18262 пачкăна вунпиллĕке хутласан икĕ пин те çичçĕр вăтăр тăхăр тенкĕ те вăтăр пус пулать. 2739 тенкĕ! Тата тепĕр япала шутласа пăхăпăр. Калăпăр, кашни уйăхра çĕршер тенкĕ ĕçлесе илес пулсан та, хам пурнăçа кĕскетнĕ виçĕ çул та ултă уйăхра тата тăватă пин те икçĕр тенкĕ ĕçлесе илнĕ пулăттăм. Тĕтĕмпе вĕçтерсе янă тата ĕçлесе илес укçана пĕрлештерсен... Э-хе-хе-хей! Çичĕ пине яхăн пулать мар-и?! Ара, капла эпĕ тахçанах «Жигули» туянса яма, сухала каçăртса пырса карчăка пин-пин çухрăм таран катаччи чуптарма пултарнă-çке! Туртаканни эпĕ кăна мар вĕт-ха. Эй, миçе «Жйгули» чупмалла ялта паянхи куна! Шутласан-шутласан минресех кайрăм. Хăнăхнă йăлапа аллăм йăпăр-япăр чăмрĕ кĕсьене — пирус патне. Ха, пирус çук. Унта ухтартăм, кунта — çук та çуках. Тухрăм та чупрăм лавккана. Пирус патне. Ара, çавна мăкăрлантарса ярсанах пуç лайăхрах ĕçлеме тытăнать пек... https://chuvash.su/lib/haylav/2283.html Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Форум ноябрĕн 11-12-мĕшĕсенче Владимир Путин майра йышăннă указĕпе çирĕплетнĕ «Культура» наци проекчĕн йĕркипе иртет. Тĕнчипе паллă «Узорица», «Мерема», «Живая земля», Олена Уутай Подлужная, Отава ё, Алаш, Zaman, HAUA, Handuhas, «Аргымак», «Йатаган» этнос коллективĕсем килнĕ. Асăннă проект Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕç пулнă. Проект ертÿçи ПР драматургипе режиссура центрĕн директорĕ Алия Яхина шучĕпе «Мусафир» этнос музыка культурине аталантарма вăй паракан лайăх вĕренту площадки пулса тăмалла. Этнос музыки уникаллĕ шутланать, пĕр е тепĕр халăх культурин кодне халăх инструменчĕсем урлă илтме пулать. Проект программи тулăх — музыка конференцийĕ, мастер-классем, семинарсем, тин çеç вĕренекен музыкантсем валли off-программа… Мероприяти партнерĕ — Раççейри пĕртен-пĕр этнос музыкин професси премийĕ «Russian World Music Awards». ПР драматургипе режиссура центрĕн директорĕ Алия Яхина Пушкăртстана Раççей тата ют çĕршыв эксперчĕсем килнине пула пушкăрт музыканчĕсем валли музыка ротаципе контрактсем тума, турсене, фестивальсене хутшăнма майсем уçăлаççĕ. «Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх. Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк. #нацпроектыБашкортостана Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх 3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ 2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке 1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан 1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла
Массăллă хыпар хатӗрӗсем пӗлтернӗ тăрăх, Таиланд çӗршывӗнче слонсем машинасене чарса улма-çимĕç çаратнă. Хуа Хин курорт хули çумӗнче ананас турттаракăн виçӗ тонналлă грузовика слонсем чарнă. Пысăк аçа çула хупланă вăхăтра ытти слонсем кузовран хобочӗсемпе ананассене сӗтӗрме тытăннă. Водитель машинине хускатсанах аçа кабинăна хобочӗпе çапнă. Водитель машинăра пӗччен кăна мар, арăмӗпе тата... ❮ ❯ Массăллă хыпар хатӗрӗсем пӗлтернӗ тăрăх, Таиланд çӗршывӗнче слонсем машинасене чарса улма-çимĕç çаратнă. Хуа Хин курорт хули çумӗнче ананас турттаракăн виçӗ тонналлă грузовика слонсем чарнă. Пысăк аçа çула хупланă вăхăтра ытти слонсем кузовран хобочӗсемпе ананассене сӗтӗрме тытăннă. Водитель машинине хускатсанах аçа кабинăна хобочӗпе çапнă. Водитель машинăра пӗччен кăна мар, арăмӗпе тата пӗчӗк ачипе пулнă. Çарату икӗ сехете тăсăлнă, полицейскисем иртсе кайнă май рейнджерсене чӗнтернӗ. Вӗсем вара вăрăсене хăваласа яма пултарнă. Халь Таиландра тухăç пуçтармалли вăхăт. Çавна кура çулсем тăрăх улма-çырла турттаракан грузовиксем час-часах иртеççĕ.
Унăн йĕркелÿçисем республикăри мордвасен наци-культура центрĕ, Халăхсен туслăхĕн çурчĕ (Уфа хули), район тата Балăклăкуль ял тăрăхĕн администрацийĕсем пулса тăчĕç. Уяв участникĕсене, хăнасене тата куракансене район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Цуканов, Уфаран килнĕ хăнасем – ПР Госпухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ, республикăри мордвасен наци-культура центрĕн председателĕ Юлия Герасимова, ПР Халăхсен туслăх çурчĕн директорĕн заместителĕ Ильшат Сабитов тата ыттисем – саламларĕç. Фестивале Белебей, Бижбуляк, Ермекей, Кăрмăскалă, Стерлитамак, Федоровка районĕсенчи тата Стерлитамак хулинчи ăста купăсçăсем тата художество пултарулăх коллективĕсем пухăнчĕç. Тата, паллах, хуçасем – аургазăсем – хăйсем. Купăс нумаях та пулмасть-ха ял халăхĕшĕн тĕп музыка инструменчĕччĕ, купăсçă вара – ялти чи хисеплĕ çын. Эпĕ астăвасса, 60-70-мĕш çулсенче, тĕттĕмленме пуçласан каччăсем тата хĕрсем урама тухатчĕç. Купăсçă хуткупăс кнопкисене васкамасăр пĕрин хыççăн теприне тиветчĕ. Унтан вăйă-кулă пуçланатчĕ – юрăсем, ташăсем... Çак музыка инструменчĕсĕр пĕр уяв та, пĕр туй та иртместчĕ! Шел пулин те, юлашки çулсенче ялсенче хуткупăс е баян сасси сайрарах та сайрарах илтĕнет. Ырă йăла манăçса пырать, çакă питĕ пăшăрхантарать. Конкурс участникĕсем – пирĕнпе юна¬шар пурăнакан ахаль ял ĕçченĕсем: механизаторсем тата строительсем, электриксем, студентсем, культура ĕçченĕсем... Ÿсĕмĕпе тата профессипе тĕрлĕрен. Вĕсенчен нумайăшĕ музыка училищи тата институт пĕтермен, анчах çуралнăран пулнă таланта, халăх кĕввине питĕ юратнине, тăрăшнине пула чаплă ăсталăха çитнĕ тата итлекенсем хисепленине тивĕçнĕ. Кашни купăсçă хăйне евĕрлĕ, кашни чун-чĕрене хăйне майлă тыткăна илчĕ. Кашни купăсçă-юрăçăна куракансем хĕрÿллĕн алă çупса кĕтсе илчĕç. Вĕсем мордва, вырăс, тутар, чăваш чĕлхипе питĕ нумай юрă, такмак юрларĕç. Куракансем вара юрăсем пурте туслăх тата Çĕр çинчи тăнăçлăх, юратнă çынсем, тăван ял çинчен пулнине куçаруçăсăр та ăнланчĕç... Уява профессиллĕ музыкант, Стерлитамак ху¬линчи „Иркэн” ансамбль руководителĕ Радик Галимзянов уçрĕ. Вăл тÿрех темиçе купăспа тутар кĕввисем каларĕ, тăвăллăн алă çупнине тивĕçрĕ. Иван Комболов (Стерлитамак районĕ), Александр Уткин (Бижбуляк районĕ), Анатолий Юртов тата Владимир Афанасьев (Кăрмăскалă районĕ), Александр тата Надежда Голо¬винсем (Ермекей районĕ) хăйсен музыка инструменчĕсен – баян тата хуткупăс – ылтăн планкисене пĕрин хыççăн тепри пысăк ăсталăхпа янраттарчĕç. Стерлита¬мак хулинчи çамрăк музыкантсем Степан Лобода тата Алмаз Хасанов куракансене уйрăмах хаваслантарса ячĕç. Аургазă купăсçисем Анатолий Матвеев, Владимир Бабичев, Петр Тимофеев, Михаил Тихонов тата Рамиль Мулюков куракансене чуна тыткăнлакан кĕвĕсемпе тĕлĕнтерсе пăрахрĕç. Купăсçăсем хавхалантарса яракан ташă кĕввисем калама пуçласан халăх чăтса тăраймарĕ, нумайăшĕ вырăнтан сиксе тăрса ташша ячĕ. Уява вара çывăхри ялсенчен те çынсем килнĕччĕ. Фестивале творчество коллективĕсем – Чишме районĕнчи „Умарина” тата Стерлитамак районĕнчи „Вастома” халăх фоль¬клор ансамблĕсем – хутшăнчĕç. Хуçасем те – Наумкинти ялти Культура çурчĕн „Килейне” („Хурăн”) ансамблĕ - айккинче юлмарĕç. Вĕсем пурте хăйсен чуна тивекен юррисемпе уява илем кÿчĕç. Çак кунхине кая юлнисем пулмарĕç, купăсçăсем пурте фестиваль дипломĕ тата хаклă пар¬не илчĕç. Эпĕ фестиваль участникĕсенчен пĕринчен, Иван Комболовран, купăс уншăн мĕн пĕлтерни çинчен ыйтрăм. Вăл çапла хуравларĕ: „Хуткупăс – вăл халăх чунĕ! Йывăр чухне – макăрать, савăнăç тăк – юрлать!” Тĕрĕсрех каласа та пулмасть. Çакăн пек фестивальсем час-часрах ирттерсенччĕ. Çитĕнсе пыракан ăру халăх йăлисене, юррисене, кĕввисене манса каймасса çакăн пек мероприятисем лайăх пуçару пулса тăраççĕ. Валерий АЛЕКСЕЕВ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Республикăри çӗнӗ транспорт çыхăнăвӗ Анат Камăна Çырчаллипе тата Елабугăпа çыхăнтарать. Пӗтӗмпе çак транспорт çыхăнăвӗ 90 километр пулать, тесе пӗлтернӗ Анат Кама районӗпе хулин ертӳçи Айрат Метшин «Татар-информ»агентствăна. Çӗнӗ транспорт çыхăнăвӗн строительстви Кама агломерацине туса хунипе çыхăннă-мӗн. Документ тăрăх, Кама урлă тепӗр кӗпер те хывмалла. - Пирӗн патра промышленность предприятийӗсем нумай... ❮ ❯ Республикăри çӗнӗ транспорт çыхăнăвӗ Анат Камăна Çырчаллипе тата Елабугăпа çыхăнтарать. Пӗтӗмпе çак транспорт çыхăнăвӗ 90 километр пулать, тесе пӗлтернӗ Анат Кама районӗпе хулин ертӳçи Айрат Метшин «Татар-информ»агентствăна. Çӗнӗ транспорт çыхăнăвӗн строительстви Кама агломерацине туса хунипе çыхăннă-мӗн. Документ тăрăх, Кама урлă тепӗр кӗпер те хывмалла. - Пирӗн патра промышленность предприятийӗсем нумай вырнаçнăран паянах çулсем çине пысăк нагрузка тиенни сисӗнет. Çавăнпа ку проект пирӗншӗн çав тери пӗлтерӗшлӗ. Вăл пысăк промышленность аталанăвӗпе, унпа пӗрлех район территорийӗн кăна мар, пӗтӗм республикăн экономикипе çыхăннă, ку вăл нефтехими, нефть тирпейлесси, энергетика, шина производстви,- тенӗ Айдар Метшин.
Лайăш районӗнчи «Кайăк-кӗшӗк комплексӗнче» кайăк грипне кура 3 млн яхăн çăмартапа 528, 5 пин чăхха çунтарса тӗп тунă тесе пӗлтернӗ ТР Министрсен кабинечӗн ветеринари управленийӗн пуçлăхӗ Александр Козлов. Çакăн пек масштаблă чăх грипӗ республикăра пӗрремӗш хут. Аса илтеретпӗр, пӗрремӗш чир вучахӗ Лайăш районӗнчи «Кайăк-кӗшӗк комплексӗнче» пуçланнă. Ун хыççăн чире тата... ❮ ❯ Лайăш районӗнчи «Кайăк-кӗшӗк комплексӗнче» кайăк грипне кура 3 млн яхăн çăмартапа 528, 5 пин чăхха çунтарса тӗп тунă тесе пӗлтернӗ ТР Министрсен кабинечӗн ветеринари управленийӗн пуçлăхӗ Александр Козлов. Çакăн пек масштаблă чăх грипӗ республикăра пӗрремӗш хут. Аса илтеретпӗр, пӗрремӗш чир вучахӗ Лайăш районӗнчи «Кайăк-кӗшӗк комплексӗнче» пуçланнă. Ун хыççăн чире тата 8 вырăнта асăрханă: Нурлат, Ютаза, Рыбно-Слободски районсенче тата Хусанти Советски районӗнче. - Фабрикăсем апрель тата май уйăхӗсенче туса кăларнă продукцине пуçтарса пӗтернӗ. Паян эпир юлашки çăмартасене пӗтеретпӗр. Унсăр пуçне 82 тонна апата тата 13,5 тонна чăх какайне те пӗтернӗ. Хальлӗхе начар продукцинчен хăтăлса пӗтнӗ тесе калама пулать, - тенӗ Александр Козлов.
Çурхи ака-суха ĕçне вĕçлесен йышпа канма аван. Чăвашсем ĕçлеме кăна мар, савăнма та пĕлеççĕ. Акă иртн, канмалли кунсенче Шăмăршă, Патăрьел, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Тăвай, Комсомольски, Пăрачкав, Элĕк районĕсенче Акатуйсем кĕрлерĕç. «Сик, тух выляма!» Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Акатуй-Сабантуйра ĕçре палăрнисене, кăçалхипе 70-мĕш хут ĕнтĕ, чысларĕç. Тĕрлĕ отрасльте вăй хуракансем тивĕçлĕ наградăсене Патăрьел райадминистраци пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн, ЧР Пуçлăхн Администрацийĕн Пуçлăхĕн Вячеслав Борисовăн, РФ Патшалăх Думин депутачĕн Анатолий Аксаковăн, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателн Леонид Черкесовăн тата ытти хăна аллинчен илчĕç «Труд» хуçалăхăн агрономне Юрий Григорьева «ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ят пачĕç. Райадминистрацин социаллă аталанупа туризм ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пайĕн тĕп специалистне Марианна Волковăна, ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхне Григорий Каллина, опекăпа попечительлĕхĕн тĕп специалистне Татьяна Чылыковăна, Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхне Леонид Чернова, Р.Санзяповăн хресчен-ĕфермер хуçалăхĕнчи цех ертĕçипе аш-пăша тирпейлекен Ферида Салиховăпа алия Якушевăна ЧР Пуçлăхн Тавĕпе тата алла çыхмалли сехетпе чысларĕç. Экономика кăтартăвĕсен ăмăртăвĕнче «Корма» агрофирма малти вырăна тухнă, «Красное Знамя» тата «Куснар» агрофирма» иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Çурхи ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕпе «Исток» агрофирма» (ертуçи Александр Илюткин) 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕсен хушшинче Александр Петровăн хресчен-фермер хуçалăх, çĕнтернĕ. Çурхи ĕçсенче чи маттур ĕçленĕ трактористсене те чысланă. Вĕсем, Вадим Краснов («Батыревский» хуçалăх), Динар Карнеев (Р.Санзяповăн хресчен-фермер хуçалăхĕ), Николай Матвеев («Исток» агрофирм). Сăмах май, Сергей Артамонов министр Патăрьел районĕн Хисеплĕ гражданинĕ пулса тăнă. Уяв программи «Вăхăт пире суйланă!» театр композицийĕнчен пуçланнă. Унта районти пултарулăх ушкăнĕсем, Тутар патшалăх камерлă хорĕ, «Голден Фреш» шоу-балет тата ыттисем хутшăннă. Акатуйра хăнасем чăваш, ирçе тата тутар наци юрри-ташшипе, йăли-йĕркипе, кухнипе паллашн. Кунтах «Акатуй пики» конкурс иртнĕ «Улах-Аулак» кану вырăнĕнче наци çи-пуçĕн дефиле куравне ирттернĕ. Спорта юратакансем тата сывă пурнăç йркине пăхăнакансем волейбол вăййинче тупăшнă. Пăхаттирсем ирĕклĕ мелпе кĕрешнĕ, алă вăйне виçнĕ. Маçтăрсен хăйсен ал ĕçĕсене ятарлă лапамра сутнă. «Сик, тух выляма!» халăх вăййисем те халăха йышлăн пухнă. Çавăн пекех «Раççей юррисем» фестиваль-марафонăн концерчĕ пулнă. Ăна Раççей халăх артистки Надежда Бабкина ертсе пырать.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршывра тулли мар мобилизаци пуçланнине пĕлтернĕ хыççăн Чăваш Республикин çар комиссарĕ мобилизаци çинчен калакан Хушăва алă пуснă. Унта вăл çара каймалли йыхрав хучĕсене тивĕçнĕ мĕнпур çынна повесткăра палăртнă вăхăтра тата пункта çитме хушнă. Хальлĕхе повестка тата мобилизаци предписанине паман саппасра тăракан офицерсен, прапорщиксен, мичмансен, сержантсен, старшинасен, салтаксен, матроссен вара вăхăтлăха районтан е хуларан тухса кайма юрамасть. Республикăра вăхатлăх пурăнакан саппасри граждансен ялан пурăнакан вырăна çийĕнчех тухса каймалла, мобилизаци предписанийĕнче кăтартнă пунктсене е учетра тăракан çар комиссариачĕсене çитмелле. Юлашки кунсенче мобилизаципе çыхăннă тĕрлĕ суя информаци сарăлма пуçларĕ. Официаллă çăлкуçсене кăна ĕненмелле. Ку хăвăрăн лăпкăлăха та, обществăри лару-тăрăва сыхласа хăварма май парать. Тулли мар мобилизаци пуçлансан Интернетра тĕрлĕ суя информаци сарăлма пуçларĕ. Вĕсенчен пĕри çара каймалли йыхрав хучĕсене патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă яраççĕ тени. Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникаци министрĕ Кристина Майнина пĕлтернĕ тăрăх, çакă тĕрĕс мар хыпар. «Саккунпа килĕшӳллĕн повесткăна çынна хăйне вăл пурăнакан вырăна е ĕçе илсе килсе параççĕ. Урăхла меслет çук», – палăртнă вăл. Чăваш Ен салтакĕсем яланах хăюллăхпа, хастарлăхпа палăрнă. Хальхинче те республика çыннисем мобилизаци ирттернин сăлтавне лайăх анланаççĕ, ăна тивĕçлĕ йĕркелеме хатеррине палартаççĕ. ДМИТРИЙ МОИСЕЕВ: «Мĕн хушнине тăвас пулĕ тесе шутлатăп, хамăр тĕнчене пирĕн хӳтелемелле. Çамрăксен ытларах тесе шутлатăп». АЛЕКСАНДР ЕГОРОВ: «Эпĕ хам питĕ чĕре патне илетĕп вăл япалана, мĕншĕн тесен чăтма май çук вĕт-ха. Вĕсене хирĕç тăмасан пирĕн пата килеççĕ. Çĕршыв хӳтлĕхĕ пирĕн салтаксенче». ВАЛЕРИЙ КЛЕМЕНТЬЕВ: «Вăл кирлĕ, эпир ăна ырлатпăр. Пуçланă ĕçе пирĕн вĕçне çитермеллех». ГЕННАДИЙ МАТВЕЕВ: «Эпир хамăрăн çĕршыва хӳтĕлеме тăмасассăн пирĕншĕн никам та пирĕн пурнăçа çăлма тăрăшмасть. Ваттисем, пĕчĕк ачасем подвалта, пирĕн ларас килмест. Пирĕн çамрăксен лайăх пурăнмалла». Çитес вăхăтра Донецк, Луганск Халăх Республикисенче, Херсон тата Запорожск облаçĕсенче Раççей Федерацийĕн тытăмне кĕресси çинчен референдум та иртмелле. Донбасс халăхне Раççĕй йышне илессине Чăваш Ен çыннисем ырлаççĕ. МИХАИЛ СЕМЁНОВ: «Пирĕн, славян халăхĕсен пĕрле пурăнмалла. Ку референдум кирлĕ вăл, вĕсемшĕн кăна мар, пирĕншĕн те кирлĕ вăл, Раççейшĕн кирлĕ вăл, вĕсем пирĕнпе пурăнас тесессĕн, вĕсен ыйтăвĕ ялан çиеле тухать, вĕсене пирĕн ялан поддерживать тумалла».
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ирттернĕ канашлура социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăрлач-çурла уйăхĕсенчи кăтартăвĕсемпе экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов паллаштарчĕ. Промышленноç производствин индексĕ 92,2% танлашнă. Çапах ÿкерчĕке хура тĕспе кăна сăнлани те вырăнсăр. Дмитрий Иванович палăртнă тăрăх, çĕртме уйăхĕнчен тытăнса промышленноç ÿсме пуçлани палăрать: кашни уйăхрах кăтартусем умĕнхи уйăхринчен пысăкрах. Çулталăк пуçланнăранпа тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ 190,7 миллиард тенкĕпе танлашнă — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 6,6% пысăкрах. Ял хуçалăхĕ аван ĕçлет — производство 5% хушăннă. Аш-какай, сĕт, çăмарта туса илесси ÿснĕ. Пухса кĕртнĕ тĕш тырă виçи вара иртнĕ çулхинчен 70% пысăкрах. Строительствăри кăтартусем те мăнаçланмалăх пур. Пурăнмалли 742 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — пĕлтĕрхи сакăр уйăхринчен 88% нумайрах. Чăн та, куншăн строительсене кăна тав туни вырăнсăр. Асăннă кăтартура уйрăм çынсем тунă çурт-йĕр калăпăшĕ пысăк — 490 пин тăваткал метр. Ку çулталăк каяллахинчен 6 хут пысăкрах. Çакăнта Олег Николаев çуртсене инвентаризацилес енĕпе тимлĕ пулнин витĕмне курать. Тепĕр енчен, ку енĕпе патшалăх çуртсене газ кĕртессине тÿлевсĕр пурнăçлани те пысăк пулăшу кÿнĕ. Газ кĕртмелли условисенчен пĕри çурта регистрацилесси пулнă вĕт. Вăт, çăмăллăхпа усă курас тĕллевпе нумайăшĕн, çуртне унчченех çĕкленĕ, анчах регистрацилеме васкаман граждансен, пÿрчĕсене «саккунлă» тумашкăн тивнĕ. Сăмахне тăснă май Дмитрий Краснов тулашри суту-илÿ калăпăшĕ пĕчĕкленнине пăшăрханса палăртрĕ. Экспорт пушшех нумай, 25%, пĕчĕкленнĕ, импорт 4,5% çухатнă. Паян экспортăн пысăк пайĕ, 60% — Китая, Казахстана каякан продукци. Пирĕн экспортерсем çавăн пекех Польшăпа, Литвапа, Чехипе, ытти хăш-пĕр çĕршывпа ĕçлеççĕ. Инфляци 10,1% танлашнă. Анчах ку — çулталăкăн малтанхи уйăхĕсен витĕмĕпе пулнă кăтарту. Кайран вара, министр çирĕплетнĕ тăрăх, дефляци туртăмĕ те палăрнă. Ĕç укçине илес тĕк, уйăхри вăтам виçе 39,2 пин тенке çитнĕ. Финанс тата страховани сферисенче шалу уйрăмах лайăх. Ĕç укçин виçипе Шупашкар хули, Йĕпреç, Çĕмĕрле, Красноармейски районĕсем малта.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнĕ тĕле эпир темиçе интереслĕ тата анлă сарăлман фактсем илсе кăтартатпăр. Республика фронта 700 пин салтакпа тивĕçтернĕ. Вĕсенчен çурри çеç таврăннă. 1941 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче Ĕпхÿри «Ударник» клуб умĕнче митинг иртнĕ. Унта 10 пин ытла çын пухăннă. Пушкăрт парти обкомĕн председателĕ Георгий Дорофеев Германи вăрă-хурахла СССР çине тапăннине пĕлтернĕ. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех пиншер арçын фронта кайма заявлени çырнă. Аллисене хĕç-пăшал тытса çапăçайманнисем вара ĕç çарне çырăннă. Республикăра кĕркуннерен вĕрентÿ занятийĕсем пуçланнă: танксене тĕп тăвакансене‚ автоматчиксемпе пулеметчиксене‚ минометчиксемпе кавалеристсене‚ снайперсемпе связистсене хатĕрлекен уйрăмсем ĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле Пушкăртстанри хуласемпе районсенчен фронта 700 пин ытла çын тухса кайнă. Вĕсенчен 300 пине яхăн салтак çапăçу хирĕнче выртса юлнă‚ 50 пинĕ сусăр таврăннă. 200 пин салтакпа офицера орденсемпе тата медальсемпе чысланă Пушкăртстан çыннисем мĕн пур фронтсенче çапăçнă. Вĕсенчен 200 пине яхăн çар çынни паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. Çав шутран - 278 Совет Союзĕн Геройĕ. Вăтăр пиллĕкĕшĕ вара Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсем. Чи паттăррисен шутĕнче – хăйсен кăкăрĕпе тăшман амбразурине хуплакан Александр Матросов (Учалă районĕ)‚ Миннигали Губайдуллин (Мияки районĕ)‚ Григорий Овчинников (Бирск районĕ)‚ 250 яхăн вĕçев тунă тата Совет Союзĕн Геройĕ ята икĕ хутчен тивĕçнĕ Муса Гареев летчик (Илиш районĕ)‚ рейхстаг куполĕ çине Хĕрлĕ ялав çакакансенчен пĕри - Гази Загитов (Мишкин районĕ)‚ Гитлер тăшманĕ тата партизан юхăмĕн «хура генералĕ» Даян Мурзин (Бакалă районĕ)‚ математика учителĕ‚ Совет Çарĕн чи çивĕч снайперĕ Ахат Ахметьянов (Ишимбай районĕ)‚ Минигали Шаймуратов генерал‚ унăн кавалери дивизийĕ (Кармаскалă районĕ). Пушкăртстана çĕршер завод эвакуациленĕ Вăрçă вăхăтĕнче республикăна ытти регионсенчен фронт валли продукци туса кăларакан 100-шер предприятие эвакуациленĕ. Станоксемпе пĕрле региона рабочисемпе специалистсем хăйсен çемйисемпе килсе çитнĕ. Пирĕн республикăна пĕтĕмĕшле 247 пин çынна эвакуациленĕ. Вăрçă вĕçленсен те вĕсенчен çурри ытла кунта пурăнма юлнă. Сăмахран‚ Ĕпхÿре УМПО тата паровоз юсамалли завод‚ шăрпăк тăвакан фабрика‚ лакпа сăрă тата ытти япаласем туса кăларакан производствăсем ĕçленĕ. Çтерлĕ хулинче сода‚ цементпа спирт‚ Пелепейĕнче сахăр‚ Ишимбайра насос завочĕсем‚ Белорецкра вĕрен туса кăларакан производство пулнă. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенче фронта тухса кайнă рабочисем вырăнне пенсионерсем‚ хĕрарăмсемпе ачасем ĕçленĕ. Тĕслĕхрен‚ Белорецк хулинчи металлурги комбинатĕнче вăй хуракан хĕрарăмсен шучĕ 60% танлашнă. Вĕсем тракторист‚ комбайнер‚ водитель‚ колхоз председателĕ тата бригадир та пулса тăрăшнă. Мĕншĕн тесен çĕршыва тырăпа‚ çĕр улмипе тата аш-какайпа тивĕçтерекен ял çынни пулман пулсан тыл та, фронт та выçăпа вилĕччĕ. Пушкăртстанра президентсемпе чи лайăх шпионсене хатĕрленĕ 1941 çулхи кĕркунне Ĕпхÿ хулине Коммунистла интернационалăн ĕç тăвакан комитетне (Коминтерн) эвакуациленĕ. Вăл наци идеологипе кĕрешнĕ‚ унтан Германипе унăн союзникĕсене хирĕç кĕрешÿ йĕркеленĕ. «Идеологи ĕçне» йĕркелеме коммунистсен юхăмĕн паллă деятелĕсене те илсе килнĕ. Вĕсен шутĕнче Итали коммунисчĕ Пальмиро Тольятти (унăн ячĕпе Самара облаçĕнчи хула ятне çыхăнтарнă) тата Болгарийĕн пулас наци лидерĕ Георгий Димитров‚ Чехословаки Республикин пулас президенчĕ Готвальд Клемент пулнă. Малтанхи вăхăтра çак информацие пытарса пурăннă. Халăх вĕсем çинчен пĕлмен. Анчах «сарафанлă радиоран» нимĕн те пытарса пулмасть çав...1942 çулхи март уйăхĕн 7-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă митингра пухăннисен умне Долорес Ибаррури тухса сăмах каланă. Вăл - Испанипе Халăхсен хушшинчи коммунистсен юхăмĕн паллă çынни‚ 1960 çултан пуçласа мĕн виличчен Испанири Коммунистсен партине ертсе пынă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче Кушнаренково ялĕнче разведчиксен вăрттăн шкулĕ пулнине пурте пĕлмеççĕ. Асăннă шкул Топорнинсен кил-çуртĕнче вырнаçнă. Революци хыççăн унта ача çурчĕ пулнă. Кушнаренковăри диверси шкулĕнче «Штазин» (ГДРти хăрушсăрлăх патшалăх министерстви) чи пултаруллă разведчикĕ Маркус Вольф хатĕрленÿ курсне иртнĕ. Вăрçă хыççăн вăл хăйĕн çĕршывĕнче ĕçленĕ: 1958 çулта Вольфа «Штази» тĕп управленийĕн ертÿçи ĕçне шанса панă. Вăл тăрăшнипе ведомство пĕтĕм тĕнчере чи вăйлă разведка пулса тăнă. Кушнаренково ялĕнчи ял хуçалăх колледжĕн музейĕнче разведчиксем вĕреннĕ кĕнекесем упранаççĕ. Паллах‚ унта чăн ятсене тупса пулмĕ. Ĕпхÿри радио пĕтĕм тĕнчене хыпарсем пĕлтернĕ Фронтран килекен хыпарсене, çĕршыври репродукторсенчен илтĕнекен Левитан сасси‚ Ĕпхÿ çывăхĕнчи Глумилино ялĕнчи телевышка (халĕ унта «Планета» суту-илÿ комплексĕ тата пурăнмалли çуртсем) урлă иртнĕ. Вышкăна вăрттăн хăпартнă. Котлован чавакан тата конструкцие пухса хатĕрлекен рабочисем мĕн пулассине юлашки кунччен те пĕлмен. Хăйсен ирĕкĕпе ĕçлекенсем вара телефон кабелĕ валли траншея чаваççĕ тесе шутланă. Кашни кун Коминтерн революционерĕсем агитаци кăларăмĕсемпе радиоэфира тухнă. Вĕсене 18 чĕлхепе пĕтĕм Европипе трансляциленĕ‚ хăш чухне Америкăна та çитернĕ. Радиорубка Ĕпхÿ хули варринче вырнаçнă пулнă‚ халĕ унта Главпочтамт. ПР «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Кашни çул республикăри нумай çын хăйĕн айăпĕпех çул çинче инкеке лекет, аманать, вилекенсем те пур. Сăлтавĕ - руль умĕнче телефонпа калаçса пыни. Аллăри телефон çыннăн тимлĕхне пĕтерет, çавна кура çул çинчи лару-тăрăва пĕр çеккунт хушшинчех улăштарса хурать. Тĕслĕхрен кăçал февралĕн 2-мĕшĕнче Хусан-Малмыж трассăра 1975 çулхи хĕрарăм ВАЗ машинипе пынă чух... Кашни çул республикăри нумай çын хăйĕн айăпĕпех çул çинче инкеке лекет, аманать, вилекенсем те пур. Сăлтавĕ - руль умĕнче телефонпа калаçса пыни. Аллăри телефон çыннăн тимлĕхне пĕтерет, çавна кура çул çинчи лару-тăрăва пĕр çеккунт хушшинчех улăштарса хурать. Тĕслĕхрен кăçал февралĕн 2-мĕшĕнче Хусан-Малмыж трассăра 1975 çулхи хĕрарăм ВАЗ машинипе пынă чух телефонне пула хирĕç енри çула тухса кайса «Скаяния» машина çине килсе кĕрет. Шел пулин те, илнĕ сурансенчен хĕрарăм çавăнтах вилсĕ каять. Унсăран пуçне, халĕ тĕнчере телефонри питĕ паллă приложенийĕ модăна кенĕ. Вăл телефонран е планшетран тÿрĕ трансляци тума май парать. Çакă та питĕ хăрушă япала. Машинара пынă чух, вăл экран çине пăхма илĕртет, çав вăхăтра çулри лару-тăрăва тимленинчен пăрать, ăна çухаттарать. Çапла мартăн 23-мĕшĕнче 10:20 сехетре 1994 çулхи хĕр Хусан-Йошкар-Ола çулĕ çинче интернетра трансляци ертсе пынă. Час-часах телефон çине пăхнипе çул хĕррине тухса кайнă, анчах та каялла кĕнĕ вăхăтра машина хирĕç килекен автобус айне пырса кенĕ. Васкавлă медицина пулăшăвĕ килсе çитичченех хĕр пĕрчи вăйлă сурансенчен вилсе кайнă. Автобусăн водителĕ тата пĕр пассажирĕ аманса пĕтнĕ. Çакăн пек хăрушă пулăмсем кашни кунах пулаççĕ, çавăнпа ТР ГИБДД управленийĕ çынсене çул çинче тимлĕ тата асăрхануллă пулма чĕнет. Кам та пулин шăнкăравласассăн гаишниксем машинăна вăхăтлăха чарса тăма е калаçура ятарлă телефон гарнитурипе усă курма хушаççĕ.
(Çĕнĕ страница "thumb|Mimivirus '''Пайрăмсăррисем''', е '''пурнăçăн пайрăмсăр формисем''' ({{lang-la|Acellularia, Acytot...") 16:20, 27 Пуш уйӑхӗн 2020 сăнташ (тӳрлет) (унчченхи) Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни) Нет описания правки Çĕнĕрех тӳрлетни → '''Пайрăмсăррисем''', е '''пурнăçăн пайрăмсăр формисем''' ({{lang-la|Acellularia, Acytota, Aphanobionta}}) — [[пайрăм]] çук [[организм]]сен йышĕ, унашкаллисен пайрăмла тытăм çук. «Пайрăмсăррисен» часто чи паллă тĕсĕсем [[вирус]]сем. Термин [[2003]]-мĕш çулта [[мимивирус]]а тупнă хыççăн кĕнĕ, ун чухне вăл чи кăткăс вирус пек шутланнă, [[Эволюци|эволюци]] майĕпе пурнăçăн пайрăмлă форминчен пулма пултарассине палăртнă. Вируссемсĕр пуçне, кунашкал организмсен шутне [[вироид]]сем тата [[вирусоид]]сем, çавăн пекех хăйсен [[ДНК]] е [[РНК]] урлă майлашăннă [[геном]]ĕ çук [[инфекцилле агент]]сем кĕреççĕ, — сăмахран, [[прион]]сем.
Районти выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем республикăра малта пыракансен шутне кĕреççĕ. „Урожай СП” ООО туса илнĕ пĕтĕм сĕт калăпăшĕпе чи лайăх пилĕк хуçалăх шутĕнче. Районти хуçалăхсем иртнĕ çулта мăйракаллă шултра выльăх хисепне 109,1 процента ÿстернĕ, сĕт туса илессине чылай хушăнтарнă – пĕтĕм сĕт 31600 тонна пулнă, умĕнхи çулхи шайпа танлаштарсан, 111,6 процент. „Урожай СП” тата „Урожай МФ” ОООсем пысăк кăтартусем тунă, вĕсенче пĕр ĕнерен сăвăм 9922 кг пулнă, „Салават” ХФХ ОООра – 7206 кг, „Дружба” СПКра – 5572 кг. Ялхуçалăх предприятийĕсем 6345 пăру илнĕ, умĕнхи çулпа танлаштарсан, çавă 271 пуç нумайрах пулать. Кунта „Дружба” СПК малта пырать – 1695 пуç. Мăйракаллă шултра выльăх пуринчен нумайрах „Урожай СП” ОООра (1509 пуç) тата „Дружба” СПКра (500 пуç) самăртаççĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Регионти проблемăсен институчĕн наука ертÿçи Дмитрий Журавлев шутланă тăрăх, Пушкăртстан Хĕвел анăçпа Европа сĕнекен нумай япалана улăштарма пултарать. «Пушкăртстан Хĕвел анăçĕнчен илсе килекен нумай япалана улăштарма пултарать» - Пĕрремĕшĕ - мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетесси. Ку отрасле аталантарма уйрăмах кăткăс. Пушкăртстан ку енĕпе ахаль те пĕрремĕш вырăнта. Выльăх-чĕрлĕх шучĕпе те, çирĕпленнĕ йăла-йĕркепе те, унпа ĕçлеме пĕлнипе те. Иккĕмĕшĕ - содăпа удобрени. Унăн никĕсĕ шăпах пирĕн республикăран. Виççĕмĕшĕ - пысăк пахалăхлă тĕш тырăсем. Тÿррипех калатăп, Европăри тырă пысăк пахалăхлă мар. Пушкăртстан вара тухăçĕпе те, лаптăксем пысăк пулнипе те мала тухать, - тенĕ «ОТР» федераллă каналăн тÿрĕ эфирĕнче Дмитрий Журавлев. Эксперт республикăн тепĕр паха енне те - нефтьпе ял хуçалăх продукцине малтанхи тапхăрта тирпейлессине те - палăртнă - Пушкăртстан – авалхи нефть регионĕ. Çĕпĕрти нефте пушкăртсеннинчен чылай каярах уçнă. Сăмахран, унпа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче усă курнă. Ăна тупăшлăрах тирпейлени регионăн нухрачĕ пысăкрах пулассине пĕлтерет. Автор:Надежда Родионова Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
1980-мӗш çулсенче Шупашкар хулинчен Чӗмпӗр тăрăхне таврăнма тӳр килчӗ. Тутарстанпа кӳршӗллӗ районри пысăк яла ӗçе вырнаçрăмăр. Шупашкара кайса хӗнпе пурăнма ӗçе вырнаçнăччӗ, хам валли пӳлӗм илме те май пурччӗ ӗнтӗ. Мăшăрăм, хăйӗн кӗвӗçлӗхне çӗнтерейменнине пула, мана ӗçрен тытăнса килнӗшӗн, канмалли кун ӗçе кайнăшăн, ӗçре хама усал тытманшăн тата тӗрлӗ сăлтавсем... 1980-мӗш çулсенче Шупашкар хулинчен Чӗмпӗр тăрăхне таврăнма тӳр килчӗ. Тутарстанпа кӳршӗллӗ районри пысăк яла ӗçе вырнаçрăмăр. Шупашкара кайса хӗнпе пурăнма ӗçе вырнаçнăччӗ, хам валли пӳлӗм илме те май пурччӗ ӗнтӗ. Мăшăрăм, хăйӗн кӗвӗçлӗхне çӗнтерейменнине пула, мана ӗçрен тытăнса килнӗшӗн, канмалли кун ӗçе кайнăшăн, ӗçре хама усал тытманшăн тата тӗрлӗ сăлтавсем тупса килте е ӗçе пырса хирӗçӳсем кăларатчӗ. Аллине те «тăскаласа» пăхрӗ. Эпӗ пысăк лавккара заведующий пул­са ӗçлеттӗм, манăн хуçалăхра уйрăм сăра барӗ, çăкăр, сӗт-çу, аш-какай, кăлпасси, сахăр-канфет уйрăмӗсемччӗ. Канмалли кунсенче кайса тӗрӗслеме тӳр килетчӗ. Каймасан - тунтикун ӗçе пынă çӗре - е тӗрлӗ пăтăрмахсем кӗтетчӗç, е милиционер. Суту-илӳре ун чухне, паллă ӗнтӗ, сутуçăсем юраман япаласене сутса çакланатчӗç. Тавар тиекенсем, урай çăвакансем, урам пуçтаракансем ӗç вăхăтӗнчех ӗçсе милици аллине лекетчӗç. Мана вара вӗсемшӗн пӗçеркке çакланатчӗ. Çавăнпа та ӗçе нумай вăхăт уйăрма тӳр килетчӗ, килте вара хирӗçӳ пуçланатчӗ. Кӳлешӗвӗн вӗçӗ-хӗрри пулманнипе уйрăлма шут тытрăм. Упăшка мана: «Уйрăлатăн пулсан кай хăв Чӗмпӗрне, кунта ан юл. Эпӗ урăх авланатăп, эсӗ мана хăрăка хăваратăн, ача та тумастăн», - тесе эрлентерчӗ. Ӗçрен кăларасшăн пулмарӗç. «Магазина шанса патăмăр, тинех лайăх ӗçлеме пуçланăччӗ. Упăшкапа уйрăлнипе ӗçрен кам тухать?» - тесе кадр­сен пуçлăхӗ манăн заявление илмерӗ. Эпӗ вара суту-илӳ пуçлăхӗ урлă куççуль тăкса, йăлăнса ӗçрен тухса Чӗмпӗр тăрăхнелле килтӗм. Мăшăрăм тени те виçӗ кунранах хыçран персе çитрӗ, урăх авланма та шутламарӗ пулас, çак ялтах ӗçлекелесе пурăнчӗ. Хăйшӗн - хăй. Ку ялта колхозран совхоз тунă вăхăта килсе çитрӗмӗр эпир. Йăмăкăн икӗ пӗчӗк хӗр ача пурччӗ, вӗсемпе йăпанаттăмăр. Сăвăсем каласа, юрăсем юрласа, тӗрлӗ вăйăсем выляса пире савăнтаратчӗç. Эпир иккӗн сельмагра ӗçлерӗмӗр. Совхоз директорӗ те, тутар ачи, пирӗн пек килнӗскер пулчӗ. Хӗллехи вăхăтра столовăй ӗçлеменнипе кăнтăр апатне магазинра пӗрле çиеттӗмӗр. Пӗри киле кайса выльăхсене апат парса килет, тепри лавккарах юлать. Апат вăхăтӗнче хуларан тавар илсе килетчӗç, машинана пушатмасăр ярсассăн таварсăр юлатăн. Çавăнпа та таварсене хатӗрлемелле, тасатмалла. Халăх укçаллăччӗ, тавар çитместчӗ, ялан лавккана сыхлатчӗç. Йăмăкăн мăшăрӗ те эрехпе иртӗнме пуçларӗ. Çавăнпа йăмăка икӗ хӗрачипе хам пата илсе килтӗм. Кӗрӳ пулнăскер мана паянхи кунччен те каçармасть пулать, эрехӗ айăплă мар пушшех. Каярахпа вара вӗсем хăйсем пуççăнах уйрăлчӗç, йăмăк урăх çынпа çемье çавăрчӗ, паянхи кун та пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурăнаççӗ. Чӗмпӗр çӗрӗнче вун пилӗк çул пурăнсан ман мăшăр çӗре кӗчӗ. Эпӗ хама йăпанчăк хӗр пӗрчиллӗ пултăм. Ăна ӳстертӗм, хӗрӗм 23 тултарчӗ, вӗренет-ха. Совхоз директорӗ ырă çынччӗ (йывăр тăпри çăмăл пултăр, çамрăкла вилчӗ), лавккаран хăтăлсан мана комендант, завхоз, завсклад ӗçӗсене шанса паратчӗ. Ӗлкӗрейменни е пултарайманни çинчен пӗлтерсен: «Ӗлкӗретӗн, пултаратăн, эпӗ сана шанатăп. Эсӗ манăн палочка-выручалочка», - тетчӗ. Çапла пӗр çулла почта заведующийӗ канма тухасшăн, хăй вырăнне мана юлма ӳкӗтлет. Эпӗ вăхăт çитерейместӗп тесе килӗшместӗп. Вăл директора калаçтарса мана ун урлă хăй вырăнне хăварчӗ. Эпир тухнă хыççăн лавккара сутуçăсем час-часах улшăнса пычӗç. Хăнăхса çитетпӗр кăна, татах урăх сутуçăсем килеççӗ ютран. Ялтисем кӗрекенсем çукчӗ ку ӗçе, çăхав çыракан нумайччӗ. ОБХССа, халăх контрольне, хаçатра ӗçлекенсене ялан хамăр тӗрӗслӗхе кăтартмаллаччӗ. Тавар çук, талонпа тивӗçтермелле. Укçине совхоз аван тӳлет, халăх усал, килнӗ çынсене таптасшăн. Совхоз директорӗ хута кӗнипе тӗрлӗ çӗре çăхав яратчӗç. Лавккара Краснодар крайӗнчен килнӗ пӗр хӗрарăм ӗçле пуçларӗ, пенсие кайма юлашки çулӗсене ӗçлеме килнӗ пулмалла ӗнтӗ. Урисем ыратаççӗ, хуллен тайкаланса çӳрет, халăх лавккара ялан черет тăрать. Эпӗ пырса кӗретӗп те: «Анна, иди за прилавок, отпусти нас, а то сегодня мы здесь свой день простоим», - тет чăваш мар халăх. Эпӗ вара: «Нет уж, у меня другая работа, она сама справится», - текелесе черетсӗр кăна илсе тухаттăмччӗ. Тепӗр чухне çăкăр сутма пулăшаттăмччӗ. Ирхине планеркăна килнӗ чухне си­вӗрех пулнипе ăшă тумтир тăхăнаттăмччӗ, наряд илсессӗн киле кайса чей ӗçеттӗмччӗ. Е совхоз валли тавара кайма транспорт парсан, тумсене улăштараттăмччӗ. Кăнтăрла хыççăн, хулана кай­нă тумпа çӳреместӗн вӗт, варалансан е вараланасран урăххине тăхăнаттăм. Вара лавккана кӗрсен мана çак сутуçă: «Опять другие наряды, сколько их у Вас? Подарите-ка мне тоже», - тесе калатчӗ. Çапла кулкалаттăмăр. Ӗнтӗ кам шутланă ăна чăнах тум кирлӗ пулассине? Ӗçре тăхăнма юрать тесе пӗр-икӗ кӗпе патăм. Çапла эпӗ почта заведующийӗнче ӗçлетӗп, ку сутуçă. Лавккара ӗçлесе пухнă укçана почтăна килсе парать. Куллен памалли укçана ик-виç куна пӗрре кăна парать. Вӗсем те нумай мар. Эпӗ хам ӗçленӗ тăрăх лайăх чухлатăп, пӗр кунта лавккана мӗн чухлӗ укçа кӗнине пӗлетӗп. Уйăх пӗтсе пырать, халăха пенси салатнă, укçана сумка ăшне хуратăп та куллен валеçсе пыратăп. Почтăра укçа хăварма юрамасть. Ирхине почта машини киличчен лавккаран укçа илетӗп те, ытти ӗçсене вӗçлесе, сумкăна сургучпа çыпăçтарса çыхса хуратăп. Сутуçă васкарах кăна хăтланса 300 тенкӗ укçа парса квитанци илсе тухса кайрӗ. Пӗлетӗп, ку кунсемшӗн унăн 2 пине яхăн пухăнмалла. Уйăх пӗтсен сутуçă ман пата килчӗ те: «Малтан 1000 тенкӗ панин квитанцине çухатнă, мана тата çырса памастăн-и?» - тет. Эпӗ вара: «Ун пек урăх çырăнмасть. Квитанци санра çухалнă пулсан та сельпора çухалмасть, эпӗ янă квитанцин иккӗмӗш экземплярӗ унта пулать», - тесе ăнлантартăм. Пурпӗрех «хама отчет тума» тесе хут листи çине номерне, числине çырса квитанци вырăнне хурап тесе даннăйсем илсе кайрӗ. Паллă япала, ку хут листине бухгалтер тепӗр хут йышăнман. Лавочный комиссире пулнипе ку сутуçă ялан мана пăсăк продуктсемпе акт çыртарса алă пустаратчӗ. Хăш чухне иртнинче пăрахăçланă апатсемех пулнă пек туйăнатчӗç. «Çук-çук, татах пăсăлчӗç», - тесе шантаратчӗ. Вара эпӗ председатель чухлӗ-ха тесе сутуçа шеллесе алă пусаттăм. Хӗлле, Çӗнӗ çул уявӗсем иртсен, эпӗ кăшт канмалли илтӗм те тăвансем патне Иркутск хулине самолетпа вӗçсе кайрăм. Вӗсем ялта пурнăç йывăр чухне çăмăл пурнăç шыраса тухса кайнă та, каялла курма та килеймеççӗ. Эпӗ атте хушнипе пысăк аппан вилтăпри çине кайса куртăм. Çӗрле Самара вӗçсе килтӗм, унтан таксипе киле таврăнтăм. Мана йăмăк: «Паян килет тенипе сана леш Краснодар майри темӗн вăхăтчен кӗтсе ларчӗ», - тесе каласа пачӗ. Çывăрса тăриччен хайхи ирех килсе те кӗчӗ. Ыталаса чуп турӗ килнӗ ятпа, ӗнтӗ лайăх калаçать: «Пӗр пин тенкӗ укçа парса тăр-ха пӗр эрнене, ревизи килмелле», - тет. «Манăн алăра ун чухлех çук, Иркутска кайса пӗтерсе килтӗм. Юрӗ, ак, сберкассăна кайса илсе килсе парăп кăнтăрла иртсен», - тесе тавăртăм. Сберкасса райцентрта. Унта тухса кайиччен правление, почта кӗрсе тухас-ха тесе кайрăм. Почтăра мана заведующий калать: «Анна Степановна, лавкка сутуçи мӗнле-тӗр квитанци шыраттарчӗ, эсир çырса паман тесе манран çыртарасшăн пулчӗ. Эпӗ çырмарăм, ун пек йӗрке çук», - тет. Тинех ăнланса илтӗм кăна, мӗншӗн манран 1 пин тенкӗ укçа ыйтнине. Эпӗ квитанци паман пулать, укçине илнӗ пулать. Кун хыççăн тӳрех район почтине кайрăм та квитанци копийӗсене пурне те тӗрӗслерӗм. Пурте вырăнлă. Ялти лавк­кана таврăнтăм та, мӗн калать ку тесе кӗтсе тăратăп. «Привезли, моя дорогая, мне денежки? А то я в огне», - тет. «Нет, не привез­ла, мне не дали. Они сказали, что ты обманным путем хочешь присвоить 1 тысячу рублей», - терӗм. Ку хӗрарăм улшăнса кайрӗ: «Откуда они узнали, не должны так сказать?» - тет. «Узнали через сельпо», - терӗм, почта заведующийне сутмарăм. Урăх нимӗн те калаçмарăм, тухса кайрăм. Ревизи пулсан укçи тухман кун, çынран тупса тӳленӗ. Ман çинчен ОБХССа темӗн тăрш­шӗ çыру çырса янă. Имӗш, мӗнле чее хӗрарăм эпӗ, пурне те хам майлă çавăрнă, юлташӗсем пурте пуçлăхсем, манăн укçапа тумланса çӳрет, пурне те сăхлантарать, миçе шашкă (норка) çӗлӗк, миçе хаклă тир çухалă пальто... юбка, атă, туфли миçине те çырнă. ОБХСС начальникӗ: «Анна Степановна, çак ялта сиртен пуянрах, чеерех çын та çук тесе çыраççӗ те, эпӗ урăхла калатăп: сиртен аван çын, ырă кăмăлли, ӗçре хастарри, çынна шанаканни, шеллекенни, ăнланаканни çук пуль. Пӗр эсир кăна, çавна шанатăп», -тесе ăсатрӗ. Комендант пулнипе Краснодартан килнӗскере хваттер тупса, ремонт тутарса партартăм. Сутуçăн хăйпе пӗрле килнӗ çирӗм çултан иртнӗ ывăлӗ пурч­чӗ. Ăна салтакран тарнă тесе калаçатчӗç, унăн хушамачӗ те амăшӗнни пек марччӗ. Пӗр чăматанпа килнӗскерсене кăштах çын евӗрлӗ пурăнччăр тесе, ывăлне ӗç парса, наряд çыртарса ӗçлеттереттӗмч­чӗ. Хамăр патра мунчара çăвăнтараттăмччӗ, хăнана та чӗнеттӗмччӗ. Вăл вара мана чутах мăшкăл кăтартатчӗ.
Питĕрти ЧНКА сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх, май уйăхӗн 27-мӗшӗнче Хула кунӗнче Нацисен балӗ иртнӗ. Унта пурӗ 20 халăх пултарулăх ушкăнӗ хутшăннă. Вӗсен хушшинче Валентина Исакова ертсе пыракан чăваш фольклор ушкăнӗ «Нарспи» пулнă. Тӗрлӗ халăхлă Питӗр юрăçăсемпе ташăçăсемсӗр пуçне тӗрлӗ куравсем, мастер-классем хатӗрленӗ. Пирӗн ентешӗмӗр Ирина Шонова та хăйӗн ӗçӗсене («Атăлçи Пăлхар»)... ❮ ❯ Питĕрти ЧНКА сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх, май уйăхӗн 27-мӗшӗнче Хула кунӗнче Нацисен балӗ иртнӗ. Унта пурӗ 20 халăх пултарулăх ушкăнӗ хутшăннă. Вӗсен хушшинче Валентина Исакова ертсе пыракан чăваш фольклор ушкăнӗ «Нарспи» пулнă. Тӗрлӗ халăхлă Питӗр юрăçăсемпе ташăçăсемсӗр пуçне тӗрлӗ куравсем, мастер-классем хатӗрленӗ. Пирӗн ентешӗмӗр Ирина Шонова та хăйӗн ӗçӗсене («Атăлçи Пăлхар») кăтартнă. Унсăр пуçне, асра хывса хăвармашкăн тӗрлӗ фотосесси валли лаптăксем те пулнă. Шăп çав лаптăксенче фольклор ушкăнӗсемпе ӳкеренме май пулнă. Кăмăл пулсан халăхсен тумтирӗсене те тăхăнма юранă.
Нумай пулмасть çеç Чăваш Республикинчи ял хуçалăх министерстви ял хуçалăхне малалла аталантарас, хушма хуçалăхран продукци туса илекен хăй тĕллĕн ĕçлекенсене (самозанятые) патшалăх енчен субсиди парса пулăшас тĕллевпе çĕнĕ йĕркесем çирĕплетнĕ(тĕплĕнрех министерствăн "Господдержка граждан, ведущих личное подсобное хозяйство, зарегистрированных в качестве самозанятых" баннерта паллашма пултаратăр). Ку тĕлĕшпе федераци шайĕнчи программа та пур. Ял çыннисене çĕнĕлĕхпе тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе-экономика, ял хуçалăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕпе Виктор Львовпа тĕл пулса калаçрăмăр. - Виктор Игоревич, хăй тĕллĕн ĕçлекен (самозанятый) ята камсем тивĕçме, патшалăх паракан пулăшупа камсем усă курма пултарнине уçăмлатар-ха... - Чăн малтанах çакна палăртса хăварасшăн. Кун пек пулăшу хальхи вăхăтра Ĕçлев министерстви урлă начар мар пурнăçланса пырать. Районта çак ыйтупа халăха социаллă хỹтлĕх паракан пайпа çынсене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçлеççĕ. Çакнашкал çĕнĕлĕх килти хушма хуçалăха тытса пыракансене пулăшас тĕллевпе ял хуçалăхĕнче те вăя кĕни савăнтарать. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсен шутне ĕçсĕррисем те, пенси çулне çитнĕ çынсем те, çавăн пекех тĕп ĕç пур граждансем те кĕме пултараççĕ. Кирлĕ условисенчен пĕри - хушма хуçалăхĕ ун çинче пулни. Çак тĕллевпе чăн малтанах телефон е планшет çинче "Манăн налук" приложенире регистрациленмелле. Сирĕн даннăйсем тỹрех налук органне каяççĕ. Эсир харпăрçă пулнине шута илнĕ хыççăн хут ĕçĕсене пурнăçлама, килĕшỹ тума тивет. Уншăн хăраса ỹкмелле мар. Пирĕн пайри специалистсем сире кирек мĕнле ыйтупа та пулăшаççĕ. Çĕнĕлĕх пирки 6-13-16 телефонпа шăнкăравласа пĕлме е район администрацийĕн 15-мĕш пỹлĕмне кĕрсе тухма пултаратăр - Килти хушма хуçалăха аталантарас тĕлĕшпе федераци тата республика шайĕнче программа пур терĕр. Вулакана вĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарăр-ха? - Чăн малтанах федераллă пулăшу пирки каласа хăварасшăн. Хăйсен çĕр лаптăкĕнче купăста, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтр, хăяр, помидор, сухан, ыхра çитĕнтерсе илекенсем пулнă тăкакĕсен 30 процентне саплаштарма, сутăннă кашни тонна пахча çимĕçшĕн 2000-шер тенкĕ укçа илме пултараççĕ. Çĕрулмишĕн вара тата ытларах, тăкаксен 30 процентне тоннине 3000 тенкĕ çинчен тỹлеççĕ. Çĕрпе ĕçлекенсемшĕн çакă питĕ меллĕ, кирлĕ пулăшу. Унсăр пуçне выльăх-чĕрлĕх тытакансем валли патшалăхран çакнашкал пулăшу пур. Килти хушма хуçалăхра выльăх усракансене çулталăкне 50000 тенкĕ таран субсиди пама пултараççĕ. Вăл шутра пĕр ĕне усракана 5500 тенкĕ, икĕ ĕне пулсан 6500-шер тенкĕ, виçĕ пуç пулсан 7500-шер тенкĕ. Сурăх тата качака тытакансене хушма хуçалăха 12000 тенкĕ таран пулăшу укçи параççĕ. Кунта çакна та палăртса хăвармалла. Харпăр хăй ĕçне уçнă çыннăн кашни уйăхăн 5-мĕш числиччен кирлĕ документсене тăратмалла: заявленипе справка-расчет, налук органĕнче шута тăни пирки справка, хуçалăх кĕнекинчен, ял хуçалăх продукцине туса илнĕ чухне пулнă тăкаксене ĕнентерекен документсем. Хут ĕçĕсем пирки хăрама кирлĕ мар, вĕсене хатĕрлеме йывăрлăх çук. Раççейре официаллă майпа ĕçе вырнаçнă кашни çын налук тỹлет. Çакă патшалăх умĕнчи тивĕç. Мĕншĕн тесен çак тỹлевсем пурте пирĕн пурнăçа хăтлăлатма, социаллă ыйтусене татса пама каяççĕ. Çавăнпа та хăй тĕллĕн ĕçлекенĕн çак йĕркесене çирĕп пăхăнма тивĕ. - Хăй тĕллĕн ĕçлекенсене республика проекчĕпе мĕнле курăмлă пулăшу кĕтет? - "Самозанятый" статуса илнĕ граждансене килти хушма хуçалăхра ĕне йышне ỹс- терес тĕлĕшпе выльăх туянма 70 пин тенкĕ таран саплаштарма пултараççĕ. Ăратлă выльăх илнине пăхмасăр (вăл 150-190 пин тенке яхăн) патшалăх çак суммăна кăна тавăрса парать. Качакасен йышне ỹстерес тĕлĕшпе туянма кайнă тăкаксене саплаштарма пĕр пуçĕшĕн 5 пин тенкĕ параççĕ. Анчах çакна та каласа хăвармалла: виçĕ çул хушши çав хуçалăхсен ĕнене, качакана сутма, выльăх шутне чакарма юрамасть. Ăратлă вăкăр вăрлăхне туянсан 90 процент субсидилеççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çĕрпе ĕçлекен уйрăм хуçалăхсем юлашки вăхăтра техника та нумай туянаççĕ. Кăçалтан хăй тĕллĕн ĕçлекенсем çакăн тăкакне те саплаштарма пултараççĕ. Сăмахран, 90 лаша вăйлĕ трактор, сỹре, плуг, прицеп, ĕне сумалли хатĕр (ял хуçалăх министерстви çирĕплетнĕ список пур) тата ыттине те туянсан 40 процентне тавăрма май пур. Ултă çултан ытларах çỹренĕ техникăна туянас пулсан вара экспертиза тухма, хак хуртарма тивет. Тепĕр ырă та пархатарлă пулăшу пирки те каласа хăварасшăн. Вăл минерал удобренипе çыхăннă. Пирĕн районта та çĕрпе ĕçлекенсем унпа тухăçлă усă кураççĕ. Çавăнпа та çак программа питĕ вырăнлă та пĕлтерĕшлĕ тесе хакласшăн. Туяннă удобренисен 30 проценчĕ субсидиленет. Унсăр пуçне хăй тĕллĕн ĕçлеме кăмăл тунисене тăпрана агрохими тĕрĕслевĕ тума, вăрлăхсене лабораторире тĕрĕслеме тăкаксен 50-шар процентне саплаштараççĕ. Тепĕр тĕрлĕ пулăшу - вĕлле хурчĕсем тытас тĕлĕшпе ĕçе хăй тĕллĕн йĕркелесе пыракансем валли. Унпа кăсăкланакансем пирĕн районта та пур. Шанас килет, хурт-хăмăр ăстисем те хăйсен ĕçне малалла йĕркелесе пыма патшалăх паракан çăмăллатнă пулăшупа усă курĕç. Вĕсен ĕçĕнче кирлĕ таварсем туянма кайнă тăкаксене 40 процент саплаштарĕç. Çакна та палăртса хăвармалла: мĕн пур тăкака саплаштаракан сумма 500 пин тенкĕрен иртмест. - Виктор Игоревич, хăй тĕллĕн ĕçлекен статуса илни çынсене мĕнле çăмăллăх парать-ха? - Чăн малтанах - ансат регистраци. Пĕтĕмпех "Манăн налук" ятарлă приложени урлă дистанци мелĕпе тума пулать. Налук службине отчет тата деклараци тăратмалла мар. Приложенире чек йĕркелемелле çеç. Тупăша тата налук мĕн чухлĕ тỹлемеллине программа хăех шутлать. Тепĕр ырă ен - налук виçисем пĕчĕк пулни. Уйрăм çынсенчен илекен налук виçи (НДФЛ) 13 процент пулсан, хăй тĕллĕн ĕçлекенсен 4 е 6 процентран иртмест тата ытти те. - Çак çĕнĕлĕхпе паллашнă хыççăн хăй тĕллĕн ĕçлеме кăмăл çуралнă çынсене мĕн сĕннĕ пулăттăр-ши? - Кирек мĕнле çĕнĕлĕхе те пурнăçа кĕртнĕ чухне шухăшлаттарать, хăратать тата ытти те. Астăватăп, темиçе çул каялла килти хушма хуçалăха аталантарма банк урлă патшалăх пĕчĕк процентпа паракан кредитпа ялта пурăнакансем питĕ хастар усă курчĕç. Патшалăх ял çыннине, килти хушма хуçалăхпа пурăнакансене аталантарма паракан программăпа та пур енлĕн усă курмалла, кун пек çăмăллăх ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем валли те çук. Çакă халăхăн пурнăçне лайăхлатма, хăтлăлатма çеç пулăшĕ.
Любовь Вазюкова ал ĕç ăстине пирĕн республикăра кăна мар, çĕршывĕпех пĕлеççĕ тесен те йăнăш мар. Хăйĕн ĕçĕсемпе вăл тăтăшах тĕрлĕ конкурс-ăмăртăва хутшăнать, çĕнтерет те. Çак кунсенче вăл Чăваш наци конгресне хăй аллипе тĕрленĕ республика ялавне парнеленĕ. Сăмах май, чÿкĕн 26-мĕшĕнче Любовь Степановна Шупашкарти Тĕрĕ музейĕнче хăй ĕçĕен куравне йĕркелет, ентешсене унта пырса курма йыхравлать. Рубрика: ХыпарсемАвтор: Лидия Филиппова 12.11.2021 Оставить комментарий Автор: Лидия Филиппова Навигация по записям ПредыдущаяПредыдущая запись:«Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитет ларӑвӗ иртрӗСледующаяСледующая запись:Америкăри ентешсем малашлăх планĕсене палăртнă
Пишпÿлек районĕнчи «Родник агрофирма» ОООра вырма вăхăтĕнчи уй-хир ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ. Çĕр ĕçченĕсем тĕш тырăсене вăхăтлă тата çухатусăр пуçтарса кĕртме, кĕрхи культурăсем акмалли анасене хатĕрлесе вăрлăхсене çĕр ăшне вăхăтра хывма тăрăшаççĕ. Ĕç вĕресе кăна тăрать, мĕншĕн тесен кунта хăйсен пурнăçне ялпа, çĕрпе çыхăнтарнă тÿрĕ кăмăллă çынсем ĕçлеççĕ. Комбайн штурвалĕсем умĕнче тăрушăллă Алексей, Александр тата Владислав Никитинсем черетлĕ ылмашăнса вăй хураççĕ. Çакă вĕсене вăхăта перекетлеме май парать. Игорь Прокопьев механизатор ЖБЗ-7 жатка çаклатнă МТЗ-1281 тракторпа пĕрчĕллĕ культурăсене çулать. Тĕш тырăсем пĕтĕмĕшле 1678 гектар йышăнаççĕ. Вĕсенчен 1000 гектарне пуçтарса ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Хуçалăх ертÿçи Сергей Михайлов вăтам тухăç пĕр гектартан 20 центнер ытла тухнине палăртрĕ. Пĕтĕмĕшле вăл тĕрлĕ культурăсен тухăçĕпе кăмăллă. Кĕрхи çĕртме ĕçĕсене хăватлă К-744 тракторпа Леонид Лакомкин механизатор пурнăçлать. Акмалли çĕрсене пĕр-пĕрне улăштарса, икĕ сменăпа Георгий Мускатинпа Виталий Андреев кăпкалатаççĕ. Константин Петров «Томь» акакан комплекса çаклатнă К-744 тракторпа кĕрхи культурăсене акать. Опытлă механизаторсемпе пĕртанах T-150 тракторпа çамрăк Владислав Захаровпа Валентин Иванов ĕçлеççĕ. Пелепейĕнчи ял хуçалăх механизацийĕпе электрофикаци техникумĕнче вĕреннĕ чух вĕсем «Родник агрофирмăра» диплом умĕнхи практика иртнĕ. Дипломлă специалистсем пулса тăнă хыççăн вăхăтлăха (çывăх вăхăтра çара каймалла) çакăнтах ĕçе вырнаçнă. Геннадий Гаврилов, Александр Макеев, Роман Митрясов, Геннадий Макеев КАМАЗ тата ГАЗ автомобиль водителĕсем питĕ çăврăнăçуллă ĕçлеççĕ. Вĕсем пуçтарнă тырра уй-хиртен тырă складне турттараççĕ. Валерий Алексеев МТЗ-82 тракторпа вăрлăх тата им-çам турттарса тăрать. «Уй-хир - йĕтем», «йĕтем - уй-хир» пĕр чарăнми конвейер ĕçне кирлĕ шайра йĕркеленĕ. Йĕтем çинче ЗАВ-20 тырă сăвăрмалли агрегата Александр Старков аслă оператор тимлĕ пăхса тăрать. Александр Федосеев, Алексей Михайлов тата Андрей Мульдряков йĕтем çине таса та тирпейлĕ тытса тăма, тырă йышăнма тата сăвăрма пулăшаççĕ. Агрофирмăн кашни ĕçченĕ хăй тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçласа тухăçа вăхăтлă та çухатусăр пуçтарса илме ĕмĕтленет. Пур ĕçе те хуçалăх директорĕн çумĕ Дмитрий Михайлов тата Ихсан Валеев инженер-технолог ертсе пыраççĕ. Çанталăк лайăх тăнă вăхăтра çĕр ĕçченĕсем иртен пуçласа каçчен мĕнпур вăйран тăрăшаççĕ. Çав вăхăтрах техникăн хăрушсăрлăх нормисене те асра тытаççĕ. Ирина ФОМИНА. Пишпÿлек районĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
1941-1945 çç Тăван çĕршывăн аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ хакĕ - пин-пин салтак пурнăçĕ. Аслă çĕнтерÿ ахаль килмен, ун патне утнă асаплă та тумхахлă çул юнпа пĕвеннĕ. Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнчи Ивановсен çемйинчен фронта тăватă пĕртăван тухса кайнă. Вĕсенчен чи асли 34 çулта, чи кĕçĕнни 18 çулта пулнă. Тăваттăшĕ те вĕсем тăван килне таврăнайман, тăнăç пурнăçшăн пуçĕсене хунă. Вĕсемпе пире Меселпуç ялĕнчи Людмила Карамзина паллаштарать. Алексей Анисимович Иванов (1908-1942çç) А.А. Иванов Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Колхоз йĕркеленнĕ кунран пуçласа Совет Çар ретне тăриччен уй-хир бригадин бригадирĕ пулса ĕçленĕ. 1940 çулта Финн вăрçинче пулнă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçине 1941 çулта чĕнсе илнĕ. Тăшмана хирĕç Çурçĕр флочĕн çар пехотин 12-мĕш уйрăм батальон йышĕнче кĕрешнĕ. Йывăр суранĕсене пула 1942 çулхи май уйăхĕн 17-мĕшĕнче госпитальте вилнĕ. Мурманск облаçĕнчи Полярный хулинче пытарнă. Григорий Анисимович Иванов (1912-1943çç) Г.А. Иванов Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнче 1912 çулта çуралнă. Колхоз йĕркелес ĕçе хастар хутшăннă, ялти комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă. Шланлăри МТС организацийĕнче трактор бригадин учетчикĕ, ун хыççăн колхоз председателĕн çумĕ,1939 çултан фронта кайиччен колхоз председателĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Фронта 1941 çулхи август уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе, бронь пулнă пулсан та, тухса кайнă. Г. Иванов сержант Ленинград фрончĕн 131-мĕш стрелоксен дивизийĕнчи 593-мĕш стрелоксен полкĕнче тăшмана хирĕç çапăçнă. Отделени командирĕ пулнă. 1943 çулхи март уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ленинград облаçĕнчи Поповка чугун çул станцийĕ çывăхĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Ленинград облаçĕнчи Тосненский районĕнчи Красный Бор поселокĕнче пытарнă. Николай Анисимович Иванов (1917-1942çç) Н.А. Иванов Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнче çуралнă. Наумьелĕнчи колхоз çамрăкĕсен çичĕ класлă шкулне пĕтернĕ хыççăн почтальон пулса ĕçленĕ, комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă. Совет Çарне 1938 çулта чĕнсе илнĕ. Служба Инçет Хĕвелтухăçĕнче иртнĕ. Унпа пĕрле пĕр ротăра Ташлăкÿл учителĕ Иван Михайлович Трофимов та пулнă. «Инçет Хĕвелтухăçĕнче 1938 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа 1941 çулхи декабрь уйăхĕччен пултăмăр. Николай питĕ дисциплинăллă, ыттисемшĕн тĕслĕх шутланакан салтакчĕ. Юлташĕсем те ăна хисеплетчĕç. Кашни вĕренÿ занятийĕ тата пăшалпа тĕл пеме вĕреннĕ хыççăн вăл командирсен Тав çырăвне илме тивĕçетчĕ. Вĕренÿрен пушă вăхăтра балалайка калама, сăвăсем çырма çав тери юрататчĕ. Инçет Хĕвелтухăçĕнчен чи пултаруллă коммунистсемпе комсомолецсене Хĕвеланăç фронтне ăсатрĕç. Мускав патне 1942 çул пуçламăшĕнче килсе çитрĕмĕр. Çапăçăва кĕриччен хатĕрлентĕмĕр, вăрăм маршсем иртрĕмĕр. 129 стрелоксен бригади çапăçăва август уйăхĕн 12-мĕшĕнче кĕчĕ. Николай 100 çынран тăракан автоматчиксен ротинчеччĕ. Пирĕн Яузу юхан шывĕ урлă каçмаллаччĕ те тÿрех Смоленск облаçĕнчи Карманово район центрне ирĕке кăлармаллаччĕ. Наступление каймалли çула нимĕçсем ДОТсемпе, дзотсепме хупласа пĕтернĕ. Çĕр айне чавса чикнĕ танксемпе авиаци кунĕн-çĕрĕн хураллаççĕ. Август уйăхĕн 12-18-мĕшĕсенче тăшман оборонине аркатса нимĕçсене 50-100 çухрăма çавăрса илтĕмĕр. Юхан шыв урлă каçрăмăр, анчах райцентра илме питĕ йывăр пулчĕ. Нимĕçсем парăнма шутламаççĕ. Çĕрлехи штурма хатĕрленнĕ чухне Николая уринчен амантрĕç. Эпир ăна персе аркатнă нимĕç танкĕ патне куçарса вырттартăмăр, хамăр райцентра штурмлама васкарăмăр. Ир енне (18.08.42 ç) Николай йывăр суранĕсене пула медсанбатра вилнĕ. Ăна Мускав хулинчен 70-80 çухрăмра вырнаçнă вăрман уçланкинче пытарнă», - каласа панă Иван Михайлович. Каярах Смоленск облаçĕнчи Гагарин районне кĕрекен Карман ялĕнчи 4№ тăванлăх масарне пытарнă. Филимон Анисимович Иванов (1926-1944çç) Ф.А. Иванов Пушкăрт АССР,Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнче çуралнă. Ăна фронта 1943 çулхи ноябрь уйăхĕнче, шкул сĕтелĕ хушшинченех илсе кайнă. Малтанхи вăхăтра Ĕпхÿ хулинчи пулемет ротинче, 28-мĕш вĕрентÿ полкĕнче хĕсметре тăнă. 1944 çулхи март уйăхĕнче Белорусси фронтне янă. Пулеметчиксен отделенийĕн командирĕ пулнă. 1944 çулхи сентябрь уйăхĕнче госпитальте суранĕсене пула вилнĕ. Пытарнă тата вилнĕ вырăнĕсем паллă мар. Елена КАРАМЗИНА ярса панă. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Сирири Хмеймим авиабазăна таврăннă чух персе ӳкернӗ Ил-20 самолетра Канаш хулинчи чăваш каччи те пулнă. ❮ ❯ Шел пулин те, çӗршывра е çӗршыв çыннисемпе пулнă пӗр пысăк трагеди (Мускаври Норд-Ост, «Курск» шыв ай карапӗ, халӗ тата Сирири самолетсем...) те чăвашсăр иртмест. Сентябрӗн 17-мӗшӗнче Сирире пулнă трагедире те акă, тепӗр чăваш ачине çухатрăмăр. Аса илтеретпӗр, çав кун каçхине 23 сехет тӗлӗнче Вăтаçӗр тинӗс çийӗн Сирири Хмеймим авиабазăна таврăннă чух Ил-20 Раççей разведчик-самолетне персе антарнă. Самолетри пирӗн 15 çар çынни вилнӗ. Вӗсен йышӗнче Чăваш Енри Канаш хулинчи чăваш каччи 34-ри Григорий Зиновьев та пулни паллă. Г.Зиновьев Канашри педколледжран, Шупашкарти И.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн истори факультетӗнчен вӗренсе тухнă. 2008 çулта Канашри çар комиссариатӗнчен çара кайнă. Çулталăкран контрактпа çарта юлнă. Чăваш каччин пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнă май Тутарстан чăвашӗсем эпир те тăванӗсемпе, çывăх çыннисемпе тарăннăн хурланни çинчен пӗлтеретпӗр. ( Зиновьевсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк).
Чиркӳн пĕрремĕш çуртне роман стилĕпе, хулапа пĕрлех хăпартнă. Унăн пирки 1293 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче асăнни пур. Чиркӳ умĕнчех, хальхи Сăваплă Микулай лапамĕ вырăнĕнче, ĕлĕк çăва пулнă. 1790 çулта çав çăвана юлашки вилене пытарнă. КаçăсемПравить Чиркӳ страници хула сайтĕнче Архивленĕ 5 Юпа уйӑхӗн 2008 çулта. (ним.) Çăлкуç — «https://cv.wikipedia.org/w/index.php?title=Сăваплă_Микулай_прихут_чиркĕвĕ_(Лёбау)&oldid=712636»
Хусан аэропортӗнчен паян самолетсем вӗçеймеççӗ, сăлтавӗ паллă - вăйлă çил-тăман. Паян ирхине 8 сехет те 30 минутра Мускава, Франкфурта тата Стамбула вӗçмелли самолетсен расписанине улăштарма тивнӗ. Çапла вара пассажирсене урăх рейспа кайма тивӗ. Çаплах Шарджран, Санкт-Петербургран тата Мускавран тухнă самолетсен те запас аэродромсене анса ларма тивнӗ. Çанталăка пула самолетпа вӗçеймен... ❮ ❯ Хусан аэропортӗнчен паян самолетсем вӗçеймеççӗ, сăлтавӗ паллă - вăйлă çил-тăман. Паян ирхине 8 сехет те 30 минутра Мускава, Франкфурта тата Стамбула вӗçмелли самолетсен расписанине улăштарма тивнӗ. Çапла вара пассажирсене урăх рейспа кайма тивӗ. Çаплах Шарджран, Санкт-Петербургран тата Мускавран тухнă самолетсен те запас аэродромсене анса ларма тивнӗ. Çанталăка пула самолетпа вӗçеймен 186 пассажира вӗри апатпа тата чейпе тивӗçтереççӗ, «Полет», «Централ Отель» тата « Релита» хăна çурчӗсене вырнаçтараççӗ. Çил-тăман аэропортăн кăна мар, автовокзалсен ӗç режимне те пăсать. Республикăри автоинспекци пӗлтернӗ тăрăх, хуласем хушшинчи автобуссене паян çула кăлармаççӗ, вокзалсем те йышăнмаççӗ. Йывăр тиевлӗ машинăсене те трасса çине тухасран тытăнса тăма хушаççӗ.
ТР Çул-йӗр хуçалăхӗпе транспорт министерствин кăтартăвӗсемпе, ку енӗпе Тутарстан хăвăрт аталанса пырать, çул-йӗр техникин паркӗ вара Раççейӗпе те чи çамрăкки шутланать, эксплуатаци вăхăчӗ вăтамран 5 çулпа танлашать. Кăçал автотрассăсемпе ялпа хула çулӗсене юсама, çӗннисене тума Федераципе республика бюджечӗсенчен пӗтӗмпе 43 миллиард тенкӗ уйăрнă. Планри чи пысăк ӗçсен шутне «Волга» М7... ТР Çул-йӗр хуçалăхӗпе транспорт министерствин кăтартăвӗсемпе, ку енӗпе Тутарстан хăвăрт аталанса пырать, çул-йӗр техникин паркӗ вара Раççейӗпе те чи çамрăкки шутланать, эксплуатаци вăхăчӗ вăтамран 5 çулпа танлашать. Кăçал автотрассăсемпе ялпа хула çулӗсене юсама, çӗннисене тума Федераципе республика бюджечӗсенчен пӗтӗмпе 43 миллиард тенкӗ уйăрнă. Планри чи пысăк ӗçсен шутне «Волга» М7 автотрассăн 5 участокне, федераллă трассăн 15 участокне тата 6 кӗпере юсаса çӗнетесси кӗрет. Унсăр пуçне 300 километра яхăн регион автоçулӗсене тата 5 кӗпере юсама палăртнă. Кун пирки ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР çул-йӗрпе транспорт хуçалăхӗн министрӗ Ленар Сафин пӗлтерчӗ. Ленар Сафин палăртнă тă­рăх, республикăри çулсене кирлӗ шайра тытса тăрас тӗллевпе асфальт завочӗсем туса кăларакан продукцин пахалăхне çирӗп контроле илнӗ. Сăмах май, республикăра асфальтпа бетон хутăшне туса кăларассипе 45 предприяти ӗçлет. Конт­роль виçӗ тапхăртан тăрать, малтан кӳрсе килекен материала, унтан туса кăларнă продукцие, вара çул çине сарнă вăхăтра патшалăх стандарчӗсене тивӗçтернине тӗрӗслеççӗ. Сăмах май, асфальт хутăшӗ валли гранит вак чула Урал тăрăхӗнчен илсе килеççӗ.Министр пӗлтернӗ тăрăх, кăçал республикăра 120 километра яхăн çӗнӗ çулсем сарма, 1200 километр ытла юсама палăртнă. Наукăпа техника, IT технологисем хăвăрт аталаннă тапхăрта пурăнатпăр пулин те, çулсем кирлӗ шайра мар, уйрăмах ялсенче. Хăш-пӗрисем паян та район центрӗсемпе автоçулсемпе çыхăнман. Çак лару-тăру саманапа килӗшсех каймасть. Ленар Сафин сăмахӗсемпе, кун пирки вӗсем пӗлмеççӗ мар. Çуллахи вăхăтра республикăри 27 ялта асфальтлă çул тума йышăннă. Çак тӗллевпе федераллă центрпа ятарлă килӗшӳ тунă, транспорт системин аталанăвӗн программипе ӗçсене пурнăçлама Федераци бюджетӗнчен 600 миллион тенкӗ уйăрнă. Министр сăмахӗсемпе, çак программăна пула 2010 çултан пуçласа пӗтӗмпе 372 яла республика пӗлтерӗшлӗ асфальтлă çулпа çыхăнтарнă. Кăçалхи ӗçсем патне таврăнас пулсан, шкул маршручӗсен 62 участокне юсама, 23 районти 32 фермер хуçалăхне асфальт­лă çулпа çыхăнтарма шутланă. Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн программипе планра автотрассăсен 65 километр чухлӗ пайне каçхи çутăпа тивӗçтересси, инкеклӗ çул айккисен 15,4 километрне тимӗр картапа тытасси. Унсăр пуçне Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн патшалăх инспекцийӗн управленийӗпе пӗрле 3805 çул палли, 110 светофор лартма йышăннă. ТР Президенчӗн хушăвӗпе юлашки çулсенче муниципалитетсенчи çулсене çирӗп тимлӗхе илнӗ. Кăçал районсенчи 463 урамри çулсене вак чул сарса тирпейлеме йышăннă. Вӗсен вăрăмăшӗ 220 километрпа танлашать. 397 урамри кивелнӗ асфальт çулсене те юсама тытăнаççӗ, тăршшӗ 265 километрпа танлашать. Хусанта та çул-йӗр ӗçӗсем хӗрсе пыраççӗ. Çитес çул кунта ФИФА Конфедерацийӗсен Кубокӗн матчӗсем иртнине шута илсе автоçулсене пикенсех йӗркене кӗртеççӗ. Хальхи вăхăтра 26 урампа 95 çурт картишӗнче çул юсавӗн ӗçӗсем пыраççӗ. Ленар Сафин пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстан икӗ агломераци çине пайланса (Хусан тата Çырчалли хула агломерацийӗсем) Федерацин «Хăрушсăрлăхлă тата паха çулсем» приоритетлă программине кӗнӗ. Агломерацие хула тата çумри муниципаллă районсенчи регионпа федераллă çулсем кӗреççӗ. Хусан агломерацийӗн çулӗсен тăршшӗ 1674,8 километрпа, Çырчаллин - 697,9 километрпа танлашать. Укçи-тенкине Федераципе регион бюджечӗсем пӗртан, 50-шар процент, уйăраççӗ. Ку çулта Хусан агломерацийӗнче - 120, Çырчаллинче 62,7 километр çула юсама палăртнă. Министр хăй сăмахӗнче çул-йӗр ӗçӗсен пахалăхне уйрăмах пысăк тимлӗх уйăрчӗ. Ун шучӗпе, çынсем час-часах пӗлмесӗр критиклеççӗ. «Пирӗн климат условийӗсенче автоçулсем хăвăрт юрăхсăра тухаççӗ. Ку физика, ăна хирӗç кайма çук. Автомашинăсен шиплă ураписем те лару-тăрăва çивӗчлетеççӗ. Гарантипе асфальтпа бетон хутăшӗллӗ çул 4 çула чăтма пултарать, вак чуллă çул - 2 çул. Кăна эпир пăхсах тăратпăр. ТР Госстройнадзорӗн хушăвӗпе юлашки 2 çулта кăна 131 çăхава шута илсе 53 объектри çитменлӗхсене пӗтернӗ. Эпир те асамçăсем мар, çавăнпа çивӗч сăмах каличчен малтан лайăх шутламалла», - терӗ Ленар Сафин меллӗ мар ыйтусем паракан журналистсене хуравласа. Ун пек ыйтусем вара пулчӗç. Вӗсенчен пӗри хăш-пӗр муниципаллă районсенче иртнӗ çул кăна тунă чипер çулсеннех çиел­ти сийне хырса илсе япăх пахалăхлă хутăш сарнипе çыхăнчӗ. Çавăн хыççăн çулсем çурăлса пӗтнӗ. Паллах, çак ӗçсен сăлтавне пӗлес килчӗ. Анчах пӗр спикер та татса хуравламарӗ, кун пек фактсем пуррине йышăнасшăн пулмарӗç. «Эсир йăнăшатăр, ахăртнех кивӗ сийе хырса илсе юсани пирки пырать сăмах. Пӗлмесӗр, ахаль çын пек калаçатăр», - терӗç министр та, «Главтатдортранс» ГКУ директорӗ те.
Совет Союзӗ вăхăтӗнче шăпа çынсене ăçта кăна илсе çитермен. Ун чух аслă шкултан е ятарлă вăтам пӗлӳ паракан техникум-училищӗсенчен вӗренсе тухнă хыççăн ӗçлеме направленипе янă. Кама ăçта шăпа пӳрнӗ. Нумайăшӗ ăçта янă, çавăнтах пурăнма юлнă. Çавна пула пирӗн йăхташсем, чăвашсем, тӗнче тăрăх сапаланса пӗтнӗ. Хуть хăш çӗршыва, хулана илсен те... ❮ ❯ Совет Союзӗ вăхăтӗнче шăпа çынсене ăçта кăна илсе çитермен. Ун чух аслă шкултан е ятарлă вăтам пӗлӳ паракан техникум-училищӗсенчен вӗренсе тухнă хыççăн ӗçлеме направленипе янă. Кама ăçта шăпа пӳрнӗ. Нумайăшӗ ăçта янă, çавăнтах пурăнма юлнă. Çавна пула пирӗн йăхташсем, чăвашсем, тӗнче тăрăх сапаланса пӗтнӗ. Хуть хăш çӗршыва, хулана илсен те унта чăваш пурăнатех пуль. Аксу районӗнчи Унтакшă ялӗнче çуралса ӳснӗ Анатолий Александрова та шăпа хăй вăхăтӗнче Латвин тӗп хулине Ригăна илсе çитернӗ. Унта вăл граждан авиацийӗн вӗçевпе техника училищине вӗренме кайнă та çавăнтах тӗпленнӗ. Вăтăр çул ытла унта пурăнать пулин те, тăван ене манмасть, кашни çул килсех çӳрет. Ентешӗмӗре Çӗнӗ çул ячӗпе саламланă май Латвире пурăнакансем Çӗнӗ çулпа Раштава мӗнле уявлани пирки ыйтса пӗлес килчӗ пирӗн. - Латвире Раштава декабрӗн 24-мӗшӗ 25-мӗшӗпе ылмашăннă вăхăтра, çӗрле уявлаççӗ. Латышсем - христиансем, вӗсем католицизма та, лютеранствăна та, православие те ӗненеççӗ. Хутăш мăшăрланусем нумаййипе Раштава çавăн пекех январӗн 7-мӗшӗнче паллă тăвакансем те йышлă. Çак вăхăтра Ригăра питӗ илемлӗ: пур çӗрте те гирляндăсемпе илемлетсе пӗтернӗ, тӗп тӳремсенче Çӗнӗ çул чăрăшӗсем илӗртсе лараççӗ, пур çӗрте те ярмарккăсем ӗçлеççӗ. Хулара туристсем нумай Çӗнӗ çулпа Раштав вăхăтӗнче. Урамсенче наци тумӗ тăхăннă çынсене час-час тӗл пулатăн çак вăхăтра. Вӗсем иртен-çӳрене Раштавăн чи чаплă апачӗпе - пипаркукаспа - хăналаççӗ. Пипаркукас вăл - латышсем хăйне евӗрлӗ рецептпа пӗçерекен тутлă печени. Çӗнӗ çула эпир икӗ хутчен кӗтсе илетпӗр: малтан Мускав вăхăчӗпе пӗр сехет маларах, унтан вырăнти вăхăтпа. Паллах, Даугава çыранӗ хӗррине салют пăхма каятпăр. Килте уявланă хыççăн нумайăшӗ хулан кивӗ пайне - Кивӗ Ригăна çул тытать. Унта Çӗнӗ çул каç çав тери хаваслă, вăл Ригăра пурăнакансен тӗл пулмалли вырăнӗ тесен те йăнăш мар-тăр, - каласа пачӗ пире ентешӗмӗр.
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх 3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ 2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке 1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан 1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла
- С п о р т мероприятийĕсем Семен ялĕнче иртĕç. Тĕрлĕ ÿсĕм категорийĕ тăрăх йăлана кĕнĕ 2 тата 3 км дистанцине чупнисĕр пуçне „Атте, анне, эпĕ – йĕлтĕрçĕсен çемьи” çемье эстафети иртĕ. Кăмăл тăвакансемшĕн пуриншĕн те костюмланă ăмăрту ирттерĕпĕр. Унта хутшăнакансем чи лайăх костюмшăн пылак парне илĕç, - пĕлтерчĕ физкультура тата спорт енĕпе тĕп специалист Ильсия Муфтахина. Хушма информаци илме йĕркелÿ комитетне 2-19- 91, 2-01-56 телефонсемпе шăнкăравламалла. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Раççейри культура еткерлĕхĕн, Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкĕсене, çавăн пекех тăван районăмăра йĕркелесе янăранпа 95 çул çитнине халалласа чылай мероприяти иртсе пырать. Июнĕн 12-13-мĕшĕсенче "Хĕвеллĕ" уçланкăра икĕ кун кĕрленĕ Акатуй-Сабантуй та юбилейпех çыхăннă. Патăрьелсем ырă йăла-йĕркене малалла тăсса ака-суха ĕçне пĕтĕмлетме, çĕр ĕçченĕсене, район аталанăвне хăйсен тỹпине хывакан хастарсене, ăмăртура малта пыракан хуçалăхсене чыс тума 70-мĕш хут çулсеренех капăрланса пыракан пысăк лапама пуçтарăнчĕç. Уяв икĕ кунĕнче те çỹллĕ шайра иртрĕ. Патăрьелсене сума суса вĕсен савăнăçне пайлама аякри хăнасем нихçанхинчен те йышлăн килнĕ. Акатуй-Сабантуя уçнă çĕре Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Николай Тинюков, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Вячеслав Борисов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ - экономика аталанăвĕ тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатачĕсем Олег Мешков, Валерий Антонов, Сергей Семенов, Раççейри паллă футболист, Мускаври "Спартак" тата пĕрлештернĕ командăн хỹтĕлевçи Дмитрий Комбаров, Шупашкарти Патăрьел ентешлĕхĕн ертỹçи Александр Миронов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев, Тутарстанран, Ульяновскран, Хусантан, Саранскран, республикăри чылай районтан килнĕ хăнасем тата ыттисем те хутшăнчĕç, Патăрьелсене пысăк уявпа саламларĕç, малашне те ырă йăла-йĕркене тăсса пыма, туслăхра тата пĕрлĕхре пысăк çитĕнỹ тума ырă сунчĕç. - Паян эпĕ хисеплĕ ентешĕмсем патне Акатуй-Сабантуй ячĕпе саламлама çеç мар, вĕсене ырă та пархатарлă ĕçĕшĕн чун-чĕререн тав тума çитрĕм. Кăçалхи çуракинче çанталăк "ура хунине" пăхмасăр Патăрьелсем ака-суха ĕçне кал-кал вĕçлерĕç. Район ĕçре те, юрă-ташăра та, спорт çитĕнĕвĕсенче те кăтартуллисенчен пĕри пулни республикăра ыттисемшĕн ырă тĕслĕх,- терĕял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ентешсем умĕнче пуç тайса. Юхма Енĕн ĕç паттăрĕсене - чыс та мухтав! Акатуй-Сабантуйăн асра юлакан тата савăнăçлă саманчĕсенчен пĕри - хисеплĕ ĕç паттăрĕсене, ака-суха ĕçĕнче палăрнă çĕр ĕçченĕсене, хуçалăхсене, экономикăн тĕрлĕ сферинче тăрăшса ĕçлекенсене чыслани. Район 95 çул тултарнă çул ячĕпе çак хисепе тата ытларах хастар тивĕçрĕ. Уяв сцени çине чăн малтанах республика шайĕнче палăрнисене чĕнчĕç. "Труд" кооперативри Юрий Григорьева "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ" хисеплĕ ятпа, район администрацийĕн социаллă аталану тата туризм ыйтăвĕпе тимлекен тĕп специалист-экспертне Марианна Волковăна, ятарлă программăсен пайĕн начальникне Григорий Каллина, район администрацийĕн опекăпа попечительство пайĕн тĕп специалист-экспертне Татьяна Чылыковăна, Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхне Леонид Чернова, Решит Санзяпов фермер хуçалăхĕн ĕçченĕсене Фериде Салиховăпа Талия Якушевана Республика Пуçлăхĕн Тав хутне тата алла çыхмалли сехет парса чыс турĕç. Çавăн пекех уявра район администрацийĕн строительство тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пай пуçлăхĕн çумĕ Александр Владимиров, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Анатолий Каргин, "Росгосстрах" страхлакан компанин Патăрьелĕнчи филиалĕн ертỹçи Алевтина Кузюкова, Патăрьелĕнчи Державная Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Александр Синяков, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Решит Санзяпов тата Ферид Чабатов РФ Патшалăх Думин депутачĕн Анатолий Аксаковăн Тав çырăвне илме тивĕçрĕç. Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхне Николай Ялукова, Василий Барышниковпа Решид Санзяпов фермер хуçалăхĕсен ертỹçисене, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине, фермер хуçалăхĕн ертỹçине, районти депутатсен Пухăвĕн депутатне Евгений Мартышкина ЧР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвне илнĕ ятпа тĕп сценăран саламларĕç. Шăнкăртам, Çĕньял ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене Минсур Валитовпа Мария Мадюкована, Сăкăтри клуб заведующийĕ Вероника Кузнецована тата Татьяна Симукова предпринимателе общество пурнăçĕнчи хастарлăхшăн "Единая Россия" политика партийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç. Çавăн пекех Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн Тав çырăвне Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тивĕçрĕ. Акатуй-Сабантуй уявĕнче юлашки çулсенче ял хуçалăх продукчĕсем туса илес ĕçре лайăхпа палăрнă "Корма" çĕр ĕç фирми" пĕрлешỹ директорĕн çумне Александр Владимирова Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе, "Исток" çĕр ĕç фирми" водителĕпе пăру пăхакана - Алексей Антоновпа Алина Токсаровăна тата "Батыревский" пĕрлешỹ сортировщикĕпе механизаторне - Владимир Антоновпа Василий Баскакова Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç. "Стройтранс 21" пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Петр Ларев ЧР экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен, районти тĕп больницăри врач-стоматологĕ, районти депутататсен Пухăвĕн депутачĕ Анатолий Казачков тата Минзиля Юсупова çемье врачĕ ЧР Сывлăх сыхлавĕн, "Стройтранс 21" пĕрлешĕвĕн строительство енĕпе ĕçлекен директорĕ Андрей Александров ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕн министерствисен Хисеп грамотисене, Галина Давыдовăпа Александр Кошкин предпринимательсем Чăваш Республикинчи предпринимательсен правине хỹтĕлекен уполномоченнăй Тав хутне тивĕçрĕç. Чăваш Наци конгресĕн Хисеп грамотипе районти "Авангард" хаçатăн обществăпа политика ыйтăвĕсен редакторне Альбина Егоровăна, район администрацийĕн социаллă аталану тата туризм ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-экспертне Полина Логуновăна, Патăрьелĕнчи "Çăкăр" историпе этнографи музейĕн директорне Валентина Маллинăна чысларĕç. 70-мĕш хут иртекен Акатуй-Сабантуйра район пурнăçĕпе аталанăвĕнче хăйсен тỹпине хывнă хастарсене "Патăрьел районне туса хунăранпа 95 çул" юбилейлă медаль парса хисеплени те пысăк пулăм пулчĕ. Вĕсем - ăмăрту çĕнтерỹçисем 2021-2022 çулсенчи хĕллехи тапхăрта аш-какай туса илессипе пĕрремĕш вырăнта "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалĕ (ертỹçи В. Петров), иккĕмĕшĕнче - Решид Санзяпов, виççĕмĕшĕнче Камиль Салихов фермер хуçалăхĕсем. Сĕт продукчĕсем туса илессипе "Исток" çĕр ĕç фирми (ертỹçи А. Илюткин) - çĕнтерỹçĕ, "Батыревский" пĕрлешỹ (П. Ялуков), "Красное Знамя" (П. Никифоров), "Труд" (А. Закиров) кооперативсем - призерсем. Выльăхсене хĕл каçарассипе "Батыревский" пĕрлешỹри Светлана Михайлова, "Красное Знамя" тата "Труд" кооперативсенчи Ирина Кузнецовăпа Светлана Шайманова пысăк хастарлăх кăтартнă. Районта 2021 çул итогĕпе экономика ăмăртăвĕн çĕнтерỹçи - "Корма" çĕр ĕç фирми" (ертỹçи А. Владимиров), пахча çимĕç туса илессипе "Красное Знамя" (П.Никифоров), выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе "Батыревский" пĕрлешỹ (П. Ялуков) палăрнă. Кăçалхи çураки итогĕпе "Исток" çĕр ĕç фирми пĕрремĕш, "Батыревский" пĕрлешỹ иккĕмĕш, "Красное Знамя", "Труд" кооперативсем, "Корма", "Куснар" çĕр ĕç фирмисем виççĕмĕш вырăнсенче. Ертỹçисем - А. Илюткин, П. Ялуков, П. Никифоров, А. Закиров, А. Владимиров, А. Ахмеев. Фермер хуçалăхĕсенчен çураки ăмăртăвĕнче Александр Петров пĕрремĕш, Михаил Паймулкинпа Валерий Кузнецов иккĕмĕш, Сергей Чаданов, Евгений Мартышкин, Мария Лаврентьева виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Трактористсенчен "Батыревский" пĕрлешỹри Вадим Краснов, Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕнчи Динар Карнеев, "Исток" çĕр ĕç фирминчи Николай Матвеев çĕнтерỹçĕсем тесе палăртнă. Сцена çинчи хăнасем уяв сĕмне тата пуянлатрĕç Ĕç паттăрĕсене чысланă хыççăн уявăн капăр сценине тата унăн умĕнчи пĕчĕк лапама артистсем черетленсе йышăнчĕç. 2022 çулхи юбилейлă Акатуй-Сабантуй "Пире вăхăт суйласа илнĕ" ("Время выбрало нас") театрализациленĕ номертен пуçланчĕ. Çĕр ĕçченĕн ĕлĕкхи пурнăçне сăнласа паракан композицие пăлханмасăр, çỹçенмесĕр пăхма май пулмарĕ. Куракана вăл пуçласа вĕçне çитичченех тыткăна илчĕ. Кунтах "MANTANA", "Голден Фреш", "Эра", "Pover" ушкăнсем тĕрлĕрен шоу, кăсăклă номерсем кăтартса тĕлĕнтерчĕç. Сценăна Тутарстанран килнĕ оркестр хорĕ, Чĕмпĕр облаçĕнчен, Саранскран, Самарăран, Хусантан тата ытти çĕртен килнĕ художество пултарулăх ушкăнĕсем, ансамбльсем хăйсен пултарулăхĕпе нумай вăхăт савăнтарчĕç. "Хĕвеллĕ" уçланкăра мĕн каçченех чăваш, вырăс, тутар, ирçе юррисем янăраса çеç тăчĕç. Тĕп сцена умĕнче концерт пынă вăхăтрах "Çамрăксен территорийĕнче" йĕркеленĕ акцисене курса савăнма май пулчĕ. Кунтах уява хапăл тунисем çамрăксем йĕркеленĕ фестивальте, пĕчĕккисен шоу-балетĕнче, конкурссемпе тĕрлĕрен вăйăра хăйсен кăмăлне уçма пултарчĕç. Кану территорийĕнчех "Улах-Аулак", тумсен, тутлă çимĕçсемпе сĕткенсен куравне, "Асăнмалăх-савăнмалăх" арт-объект тата ыттине те йĕркеленĕ. Уява хапăл тунă хăнасем алă ăстисен ĕçĕсемпе паллашма, "Сик, тух, выляма" ĕлĕкхи халăх вăййине хутшăнса хавхалану илме пултарчĕç. Никама та кичемленме, тунсăхлама памарĕ уяв уçланки. Надежда Бабкина Патăрьелсене юрри-ташшипе тыткăнларĕ Каçхине 19 сехетре район администрацийĕ умĕнчи лапамра "Раççей юррисем 2022" ХVI фестиваль-марафонпа килĕшỹллĕн йĕркелекен концерт пуçланчĕ. Пирĕн республикăра вăл июнĕн 9 - 18-мĕшĕсенче иртет. Раççей халăх артистки Надежда Бабкина ертсе пыракан юрăпа ташă ушкăнĕ Патăрьел районĕнче пурăнакансене виçĕ сехете яхăн хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Концерт пуçланиччен артистсем Патăрьел çыннисемпе флешмоб, мастер-класс ирттерчĕç. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче йĕркеленĕ фестивале çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă творчество коллективĕсем çитнĕ. Вĕсем Надежда Бабкинăпа пĕрле хорпа тĕрлĕрен юрă шăрантарчĕç, ăста ташăсем кăтартрĕç, купăспа выляса тĕлĕнтерчĕç, шỹтлĕ калаçусемпе кăмăла уçрĕç тата ытти те. Çавăнпа та шутлă вăхăт питĕ хăвăрт иртсе кайрĕ. Концерта районти юрăпа ташă ансамблĕ, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Аслă Чементи халăх фольклор ушкăнĕсем, купăсçăсен ансамблĕ, Хирти Пикшикри вăтам шкул çумĕнчи Людмила Данилова ертсе пыракан çамрăк ачасен ансамблĕ те хутшăнчĕ. Куракансем артистсене тăвăллăн алă çупса, кăшкăрса та шăхăрса тав турĕç. Раççей халăх артистки Надежда Георгиевна Патăрьелсене ырă кăмăлшăн, тараватлăхшăн тав турĕ, нумай нациллĕ Чăваш Республики, Патăрьел районĕ ĕçчен те пултаруллă çынсемпе пуян пулнине, туслă пурăннине палăртрĕ. - Сирĕн творчество çул çỹревĕ пире малашне тата тăрăшса ĕçлеме хавхалантарĕ. Тавах сире тата пысăк коллектива Патăрьелсене çакăн пек пуян концерт программипе килсе савăнтарнăшăн, - терĕ район пуçлăхĕ, районти депутатсен Пухăвĕнчи "Единая Россия" политика партийĕн ушкăнĕн ертỹçи Николай Тинюков Надежда Бабкинăна тав туса. Асра юлнă çак кун каçхи салютпа вĕçленчĕ.
Пушкăртстан çулталăк пуçланнăранпа чĕр тавар мар тата энергетикăна кĕмен экспорт географине тепĕр 10 çĕршывра ÿстернĕ тесе пĕлтернĕ регионти Экономика аталанăвĕпе инвестици политикин министерствинче. Пушкăртстан çулталăк пуçланнăранпа чĕр тавар мар тата энергетикăна кĕмен экспорт географине тепĕр 10 çĕршывра ÿстернĕ тесе пĕлтернĕ регионти Экономика аталанăвĕпе инвестици политикин министерствинче. Республика чĕр тавар мар, энергетикăна кĕмен таварсемпе Гондурас‚ Уругвай‚ Гватемала‚ Эквадор‚ Мьянма‚ Шри-Ланка‚ Сири‚ Иордани‚ Марокко тата Венесуэла çĕршывĕсене тивĕçтерме пуçланă. Чĕр тавар мар экспорт географине анлăлатасси «Тĕнче шайĕнчи коопераци тата экспорт» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. - Пушкăртстан тĕнче шайĕнче нефтьпе руда кăна мар‚ республика территорийĕнче туса кăларакан ытти паха таварсене сутни те пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран‚ кăçал хĕвел çаврăнăш çăвĕн экспорчĕ 25 млн доллартан 41 миллиона çитнĕ. Кăшăлвирус пандемине пăхмасăр Пушкăртстан çĕнĕ суту-илÿ рынокĕсене тухма пултарнă‚ - тенĕ республика правительствин пĕрремĕш вице-премьерĕ‚ экономика аталанăвĕн тата инвестици политикин министрĕ Рустам Муратов. Çĕршывсенчи партнерсен шучĕ ÿснисĕр пуçне кăçал Пушкăртстан чикĕ леш енне çĕнĕ таварсем ăсатма тытăннă. Вĕсен шутĕнче - ятарлă йывăçсенчен çилĕмпе çыпăçтарса тунă фанера. Унăн экспорт калăпăшĕ 4‚671 млн долларпа танлашнă. Унсăр пуçне республика кумолăна (2‚737 млн доллар)‚ бутилен тата унăн изомерĕсене (1‚143 млн доллар)‚ сахал эрук кислотиллĕ рапса (495 пин доллар), электричествосăр ĕçлекен промышленность кăмакисене (380 пин доллар) экспорта ярассине ÿстернĕ. - 2020 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче чĕр тавар мар, энергетикăна кĕмен экспорт калăпăшĕ 60% çитнĕ (урăхла каласан 1‚272 млрд долларпа танлашнă). Çакăн пек кăтартусене экспортерсене пулăшу мерисем панипе тума май килчĕ. Анчах çакна та палăртса хăвармалла‚ 2020 çулта тулашри суту-илÿ çаврăнăшне пысăк мар кăтартусемпе вĕçлĕпĕр. Мĕншĕн тесен пандеми мĕнпур çĕршывсен хушшинчи çыхăнăва пысăк витĕм кÿчĕ‚ - пĕлтернĕ Пушкăртстанри Тулашри экономика çыхăнăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн пуçлăхĕ Маргарита Болычева. Пĕтĕмĕшле 2020 çулхи тăхăр уйăх хушшинче пушкăрт экспорчĕн калăпăшĕ 2‚172 млрд долларпа танлашнă. Республикăн ют çĕршывсенчи тĕп партнерĕсем Китай‚ Латви‚ Казахстан‚ Мальта тата Нидерланд патшалăхĕсем шутланаççĕ. Маларах пĕлтернĕ тăрăх, ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне‚ Пушкăртстанăн агропромышленность комплексĕн продукцийĕн экспорчĕ 115‚9 млн доллара çитнĕ. Иртнĕ çулхи кăтартусемпе танлаштарсан çакă 40 млн доллар нумайрах. Ирида НОВИКОВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх 3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ 2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке 1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан 1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла
Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкул спорт залĕнче унччен кунта директор тата физика учителĕ пулса ĕçленĕ Геннадий Бойкова асра тытса йăлана кĕнĕ шахмат турнирĕиртнĕ. Унта хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталия Ермошкина, Митта Ваçлейĕячĕллĕ Первомайски вăтам шкул директорĕ Вячеслав Чернышев, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Анатолий Афанасьев, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Владимир Федоров, спорт федерацийĕн председателĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Рифкать Сафиуллов, Геннадий Бойковăн пĕр класра вĕреннĕ юлташĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ Кешаф Зейнетдинов, ачисем, тăванĕсем тата спорт ветеранĕсем саламланă. Кăçалхи турнира Патăрьел, Комсомольски, Тутарстан Республикин Çĕпрел районĕсенчи, Ульяновск облаçĕнчи шкулсенчи шахмат вăййине юратакан 40 ытла çын хутшăннă. Геннадий Бойкова тăрăшуллă ĕçшĕн тата профессие чунтан парăннăшăн темиçе хутчен те тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе Раççей Федерацийĕн çут ĕç отличникĕ ятпа чысланă. Çавăн пекех Первомайскинчи вăтам шкулти технологи учителĕ Николай Романов та тав сăмахне тивĕçлĕ. Вăл хăйĕн вĕрентекенĕн ĕçне малалла тăсса шашка, шахмат вăййисем патне ачасен интересне çуратать. Шкулта педагог ертсе пынипе "Белая ладья" кружок ĕçлет. Район аталанăвне тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учительне Кешаф Зейнетдинова тата Геннадий Александрович ывăлне Степан Геннадьевича "Патăрьел районне туса хунăранпа - 95 çул" юбилей медалĕпе чысланă. Çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн Хисеп грамотине Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ Первомайски вăтам шкул директорне Вячеслав Чернышева тата технологи учительне Николай Романова панă. Бойковсен çемйи тăван шкула хаклă парне - шахмат хăми парнеленĕ. Вăйă çĕнтерекенсемсĕр пулмасть. Пĕрремĕш вырăна Сăкăтри Анатолий Тинюков, иккĕмĕшне Патăрьелĕнчи Николай Гранатский, виççĕмĕшне Комсомольскинчи Вячеслав Матвеев тухнă.
Новосибирскри пĕр шкулта 8 çулхи хĕрачана класра чей ĕçнĕ çĕртен хăваласа кăларса янă. Çакна ачасенчен пĕрин амăшĕ хĕрачан ашшĕ-амăшĕ класс валли пухакан кассăна укçа паманшăн тунă. Милана Кĕрхи бала амăшĕсĕр килнипе (лешĕ больницăра пулнă) усă курса Евгения (ашшĕ-амăш комитечĕн членĕ) хĕрачана аллинчен тытнă та «Эсĕ пуринпе те пĕрле лармастăн, ху илсе килнĕ кексна çи», тесе тĕксе янă. Милана класран макăрса тухса кайнă. Хĕрачана класс ертÿçи курнă та ăна лăплантарса класа илсе кĕнĕ. Евгения каллех Миланăна мĕнрен чей ĕçетĕн, сана стакан памастăп, санăн аму стакан илме валли укçа паман, тенĕ. Халĕ хĕрачапа специалист ĕçлет, ашшĕ-амăшĕ полицине заявлени çырнă. Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Марат Гареев пенсионер чылайранпа хăйĕн кивĕ хурçă утне çĕннипе улăштарма ĕмĕтленнĕ, анчах та май килмен. Халĕ вара тинех лоторея вылявне пула пурнăçа кĕнĕ. Арçын выляв вăйисене тăтăшах хутшăннă, çапах та çакăн пек пысăк ăнăçу пуçласа килсе тухнă. Марат Гареев пенсионер чылайранпа хăйĕн кивĕ хурçă утне çĕннипе улăштарма ĕмĕтленнĕ, анчах та май килмен. Халĕ вара тинех лоторея вылявне пула пурнăçа кĕнĕ. Арçын выляв вăйисене тăтăшах хутшăннă, çапах та çакăн пек пысăк ăнăçу пуçласа килсе тухнă. - Манăн автомобиль самай кивĕ, çавăнпа та çĕннине туянма шутлаттăм. Шухăшпа çак çĕнĕ машинăпа сад пахчине, тăвансем патне яла хăнана çÿресси çинчен ĕмĕтленеттĕм. Билет çинче автомобиле курсан çавна туянма васкарăм. Çапла туса йăнăшмарăм,- саванăçне пытармасть Ĕпхÿ çынни. Лоторея вылявĕн самантне телейлĕ çын тÿрĕ эфирта пăхса ларнă. Шăпах çавăн чухне хăй выляса илнине ăнланса илнĕ. Анчах та çак пулăм чăн-чăнах пулнине тĕрĕслесе пăхас тĕллевпе кинне тепĕр хут интернет урлă тĕрĕслеме ыйтнă. Вăл йăнăшман – 600 пин тенкĕ тăракан автомобиль хуçи пулса тăнă. Тивĕçлĕ канăва кайиччен Марат Ахметович хуралта ĕçленĕ, пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтернĕ. Унăн çемйи йышлă пулнине асăнса хăвармалла: виçĕ мăнукпа виçĕ кĕçĕн мăнук. Малашне асатте-кукаçи вĕсене хăйĕн çĕнĕ хурçă учĕ çинче катаччи чуптарĕ. Юрий СНЕГОПАД. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Интеренетри туссене «Эсир «Хусан чăвашӗсем» ушкăн Сергей Павлов юрăçпа пӗрле ӳкернӗ «Пурнăç илемӗ» ятлă çӗнӗ клипа курнă-и?» - ыйтăва патăмăр. Акă мӗнлерех пулчӗç хуравӗсем. Çак клипа эсир те https://youtu.be/ovXOHP1BPdU интернетра пăхса хаклама пултаратăр. Светлана, Хусан: «Клип питӗ вăйлă. Унăн шухăшне пӗр сăмах майлашăвӗпе ăнлантарма пулать: «пурăнас килет». Наумов маттур! Ăсталăхне... Интеренетри туссене «Эсир «Хусан чăвашӗсем» ушкăн Сергей Павлов юрăçпа пӗрле ӳкернӗ «Пурнăç илемӗ» ятлă çӗнӗ клипа курнă-и?» - ыйтăва патăмăр. Акă мӗнлерех пулчӗç хуравӗсем. Çак клипа эсир те https://youtu.be/ovXOHP1BPdU интернетра пăхса хаклама пултаратăр. Светлана, Хусан: «Клип питӗ вăйлă. Унăн шухăшне пӗр сăмах майлашăвӗпе ăнлантарма пулать: «пурăнас килет». Наумов маттур! Ăсталăхне туптаса пырать, клипсен пахалăхӗ те лайăхран лайхăрах пулса пырать. Шухăшӗ пур. Калăпăр, «Апельсин каччисем» ушкăна ил те «Хусан чăвашӗсене» ил - çăрпе пӗлӗт вӗт. Ман шутпа ку юрра вырăсла та куçармалла, ыттисем те ăнланччӗр, курччăр». Марина, Пишпӳлек: «Пурнăç илемӗ» ята ман шутпа улăштармалла. Мӗншӗн тесен вăл çынсене аташтарса яма пултарать. Чăнах та пурнăç илемӗ çинчен клип пуласса кӗтетӗн, кадрсем пачах та урăххи çинчен калаççӗ... «Çын пек пурнасчӗ ӗмӗре» тесен лайăхрах пулмалла пек. Ытти енчен питӗ лайăх, юрăçсем пӗр-пӗрне тупнă, сасă тембрӗ тӗлӗшӗнчен те, юрă кăмăлне туйма пӗлни енчен те лайăх хак паратăп». Геннадий, Мускав: «Клип пирки шухăш пӗр тӗрлӗ мар. «Пурнăç илемӗнче» Украинăри вăрçă кадрӗсене курма питӗ те йывăр... Пӗрчӗн-пӗрчӗн туртса кăларсан кăна... Алексей Наумов Сергей Павловран пӗртте кая мар юрлать, Таланчӗ те çаплах! Вăл та тава тивӗçмелли çын». Александр, Тольятти: «Мана тыткăнламарӗ. Юрри тăрăррах, ытти роликсенчен касса илнӗ кадрсем ку юрра юрăхлă мар. Манăн хак - 3». Светлана, Çӗнӗ Шуçăм: « Çӳçентерекен клип, тӗрӗсне калатăп. Юрри те чуна тыткăнлать. Мӗн чухлӗ кăмăллă сăмах калаас килет ун çинчен, страницăна та шăнăçмӗ. Мана питӗ кăмăла кайрӗ». Ираида, Хусан: «Пăхрăм. Павловӗ хитререх юрлать. Клипра, м ан шутпа, позитив çителӗксӗр. Начарринчен лайăххи, тӗттӗмрен çутăлăх патне куçни çитмест. Ишӗлчӗксем нумай». Маргаритта, Нурлат: «Хăрушă. Çирӗп нервăллисем валли кăна ку клип. Эпӗ вӗçне çити пăхса пӗтереймерӗм. Ман шутпа, ачасене кун пек форматра кăтартма юрамасть». Ольга, Аксу: Йӗртет. Чунтан. Маçтăрсен ӗçӗ. Пуçламăшӗнчех куçсем пысăкланаççӗ. Сассисем вăйлă. Шухăшӗ тарăн. Ыттисенни пек юратăва пула тăкăннă куççуль-сӗлеке мар. Пӗр сăмахпа калас пулсан - бомба. Чăваш эстради тинех çӗнӗ шая тухрӗ. Тухрӗ кăна мар, çӗмӗрсе кӗчӗ тесе калас килет. Федераллă каналсемпе кăтартма май тупмалла ку клипа.
Паян çĕр ĕçченĕн тĕллевĕ - çитĕнтернĕ тыр-пула тĕппипех тата вăхăтра пухса кĕртесси. Ырă çанталăкра камăн тĕлĕрес килĕ-ха? Паллах, никамăн та. Çапла районти аграрисем хура кĕрччен уй-хир тухăçне пухса илме васкаççĕ. Юрать-ха, çанталăкĕ хĕвел питтинчех тĕш-тырă культурине типĕтме май парать. Вырма кăçал пĕлтĕрхинчен хăвăртрах пынине куратпăр. Комбайнсем уй-хире иртнĕ çулхинчен маларах тухнине те палăртмалла. Акă Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра та хĕрÿ ĕççи пырать. Мăн Вылă салинчи йĕтемçи çумĕнчи уйра комбайн курăнса кайрĕ. «Уй-хир карапĕ» пиçсе çитнĕ тырра пухса илет те часах йывăр тиевлĕ машинăна куçарать. Аслă уйра иккĕн тăрăшаççĕ. Олег Шленскийпа Вячеслав Яковлев «Полесье» комбайна ĕçлеттереççĕ. Кусем иккĕшĕ те Атмалкасси ялĕнчен. Хăйсен ĕмĕрĕнче ылтăн пек тырă пуссинче сахал мар тар кăларнă. Халĕ те вĕсен экипажĕ çаврăм хыççăн çаврăм тăвать. Тырă пĕр тикĕссĕн вырăнать. Çум курăк таврашĕ тырă лаптăкĕнче курăнса каймасть. Тырă аланă çĕрте Олег Иванов, Александр Михайлов тимлеççĕ. Сортировка пĕр тикĕс кĕрлет те кĕрлет. Акă трактор прицепĕ çинчен пушатнă сĕлĕ купи те часах чакса пырать. Ăна вара вăрлăхлăх хатĕрлеççĕ. Аласа тасатнă тырă михĕсене тулать те кĕлете ăсанать. 10 çынна яхăн пысăк ĕç тăвать. Тырра тасатса та, аласа та ĕлкĕреççĕ. Бригада ушкăнĕнче Людмила Михайлова, Луиза Соколова, Лариса Скворцова, Римма Ефимова, Светлана Дмитриева, Эдик Михайлов чылай çул ĕçлеççĕ. Пысăках мар ушкăн туслă та пĕр харăссăн ĕçлет. Çавăн пекех тулă та выраççĕ. Унăн лаптăкĕ те сахал мар-ха. Ăна вара апат-çимĕçлĕх хатĕрлеççĕ. Юнашарах хуçалăх ферми. Пĕр ĕç те тепринчен юлмалла мар. Кăнтăрлахи вăхăтра ĕне-выльăха электрокĕтÿçе кăларса симĕс курăк çитереççĕ. Ирпе каç апатлантарма вара симĕс масса кÿрсе килеççĕ ферма ĕçченĕсем. Нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ сенажлăх та, яра куна выльăха çитермелĕх те пурри аван. Фермăра Валентина Пшанкова, Зоя Исаева, Татьяна Чмекова дояркăсем те нумай çул сăвăма ÿстерессишĕн тăрăшаççĕ. Николай Пшанковпа Светлана Козлова вăкăрсем пăхаççĕ. Анастасия Порфирьевăпа Ирина Пшанкова çамрăксем пăру пăхнă çĕрте тимлеççĕ. Хуçалăхри кашни ĕçре вара техника пысăк пулăшу кÿрет. Вăл юсавлă тата çĕнĕ пулни пĕлтерĕшлĕ. Куншăн та яра куна тăрăшаççĕ Ульянов ячĕллĕ хуçалăхăн механизаторĕсемпе шоферĕсем. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов иртнĕ кунсенче «çанталăк ял хуçалăх культурисемшĕн ăнăçлă йĕркеленмен пирки республикăра тырă иртнĕ çулхинчен сахалрах тухассине» пĕлтернĕ. Çак чăнлăхпа çĕр ĕçченĕсен те, вĕсемпе кăсăкланакансен те çырлахма тивет. Тырă тухăçĕ çанталăкран нумай килет. Пĕлме: июлĕн 26-мĕшĕ тĕлне районта тĕш тырă культурисен тухăçĕ пĕр гектартан 22,7 центнерпа танлашнă.
Пирĕн ял - йăмраллă ял. Унăн варрипе пĕчĕк юхан шыв юхса иртет. Юхан шывăн ик енĕпе тăван ялăм канлĕн сарăлса ларать. Ялăн хĕвел тухăç енче укăлча, хĕвел анăç енче ыраш пусси шăркараччĕ. Пусăра шăплăх хуçаланать. Кăнтăр енче пысăк пĕве. Пĕве хĕррипе кÿршĕ яла каякан анлă çул. Çул хĕррипе çеремлĕ улăх. Ун çинче чечексем кăн-кăваккăн, хĕрлĕн, шурăн, сарăн курăнаççĕ. Вĕсем çинче ăш хĕвелĕн саррăн сапаланнă шевлисем выляççĕ. Ялăн çурçĕр енче ту-сăртсем. Кунта хăпарсан пĕтĕм ял курăнса ларать. Çак вырăнтах ял масарĕ вырнаçнă. Ун хĕрринчи такăр çул кÿршĕ яла илсе çитерет. Çулăн çуррине çитсен, урлă тепĕр анлă çул хĕресленет. Суллахаялла кайсан кÿршĕ Шаран районĕнчи чăваш Петровка ялне çитме пулать. Сылтăмалла çул тытсан, эпир шкула çÿренĕ тутар ялне килсе лекетĕн. Çулăн çурçĕр енĕпе йывăçсем çитĕнеççĕ. Кунта хыр, хурăн посадки. Вăл Петровка ялĕнчен пуçласа, эпир шкула çÿренĕ тутар ялне çитичченех тăсăлать. Çак икĕ çул пĕрлешнĕ вырăнтан иртнĕ чухне асамлă ачалăх, шкула чупнисем аса килеççĕ. Ачалăхăм, çамрăклăхăм айван-çке эс, çапах та яланах асра. Ачалăхăм телейлĕ эс. Пурнăçри чи хаклă вăхăт. Иртсе кайрĕç çамрăк вăхăтсем. Вĕсем урăх каялла килмĕç. Вăхăт иртет. Ирĕксĕрех асаилÿ авăрне путатăн. Астăватăп, 9-10-мĕш классене тутар ялĕнче вĕрентĕмĕр. Вуннăмĕш класа куçсан шкула кÿршĕ Шаран районĕнчи Петровка ялĕнчен икĕ чăваш хĕрĕ Тамарăпа Валя вĕренме килчĕç. Вĕсем 9-мĕш класра, эпĕ 10-мĕшĕнче пĕлÿ илеттĕм. Манăн чи çывăх юлташ Якур пурччĕ. Эпир Якурпа хĕрсемпе паллашса кайрăмăр. Тамара та, Валя та, иккĕшĕ те чиперччĕ. Ун пеккисем тутар хĕрĕсем хушшинче те çукчĕ. Шкул инçетре пулнăран интернатра пурăнаттăмăрччĕ. Кашни эрнерех пĕр кун, вырсарни куна, яла таврăнса каяттăмăрччĕ. Каялла шкула кайнă чухне, Петровка хĕрĕсемпе калаçса татăлса сăрт çинчи Петровкăран килекен çул юппинче Тамарăпа Вальăна кĕтсе илеттĕмĕрччĕ. Шкула пĕрле утса çитеттĕмĕрччĕ. Çав вăхăтра эпир ача-пăча мар, çамрăк яш-кĕрĕм çулĕсенче пулнă. Пĕр çул сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Çуркунне, юр ирĕлсе пĕтсе ăшă кунсем çитсен, экзаменсем парса, яланлăхах шкулпа уйрăлтăмăр. Тамарăпа Валя 10-мĕш класа куçса юлчĕç. Эпир Якурпа документсене юхан шыв училищине леçсе патăмăр, комисси иртсе вĕренме кĕтĕмĕр. Пĕр çул иртсен, вĕренсе тухсанах, салтака кайма повестка илтĕмĕр. Хĕсмете кайнă чухне Тамарăпа Валя экзаменсем парса юлчĕç. Хĕрсем экзаменсем тытса аттестатсем илнĕ вăхăтра эпĕ Якур тусăмпа Инçет Хĕвел тухăçĕнче Владивосток хулинчеччĕ ĕнтĕ. Икĕ çул авиацире, Тăван çĕршывăн хĕвел тухăç чиккине сыхларăмăр. Ун чухне салтакран таврăнсан ялта çавăн пек йăла-йĕрке пурччĕ. Кăнтăрла пĕтĕм çамрăк пуçтарăнса, юманлăхра кăвайт чĕртсе, купăс выляса, юрласа-ташласа савăнатчĕ. Салтакран таврăннисем юлашки хут салтак тумĕпе юманлăха пухăнатчĕç. Каç пулсан клуба гражданский тум тăхăнса килетчĕç. Эпир те Якурпа çапла турăмăр. Тепĕр кунхине ир ирех иксĕмĕр те тусеймесĕр Петровка ялне кайса Тамарăпа Вальăна курма шут тытрăмăр. Юлташсенчен икĕ мотоцикл илсе хĕрсем пурăнакан яла тухса вĕçтертĕмĕр. Якур Вальăсен килĕ умĕнче тăрса юлчĕ. Вĕсен çурчĕ ял пуçламăшĕнче вырнаçнăччĕ. Эпĕ Тамара патне васкарăм. Вĕсен килĕ клуб хыçĕнчи çырма урлă каçсан виççĕмĕш çуртраччĕ. Кил картишне кĕрсен, йытă вĕрнипе, пÿртрен пĕр хĕр ача тухрĕ. Вăл - Тамаран йăмăкĕ иккен. - Эпир аннепе иксĕмĕр кăна пурăнатпăр, - терĕ хĕр ача эпĕ мĕн тĕллевпе килнине пĕлтерсен. - Аппа качча тухса, упăшкипе пĕрле, Çĕпĕре ĕç шырама кайрĕ. Вăл çапла каларĕ те йĕрсе ячĕ. Манăн та Тамарăна урăх нихăçан та кураймассине чĕре сисрĕ-тĕр - куçсем шывланчĕç. Пусарăнчăк кăмăлпа урама тухсан Якур та мотоциклĕпе ман пата пĕр пĕччен килнине куртăм. “Валя качча кайнă...”, - кĕскен пĕлтерчĕ юлташ. Çапла, эпир шкулта пĕрле çÿренĕ хĕрсене тĕл пулаймасăрах, каялла тăван яла таврăнтăмăр. Малалли хаçатăн 37, 38№№. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Благовещенск хулинче пурăнакан виçĕ ача амăшĕ Оксана Давлетова Пĕрремĕш каналпа кăтартакан «Мужское и женское» передачăна хутшăннă. Благовещенск хулинче пурăнакан виçĕ ача амăшĕ Оксана Давлетова Пĕрремĕш каналпа кăтартакан «Мужское и женское» передачăна хутшăннă. Хĕрарăм унта тăхăр çулхи пĕртăван ывăлĕ Ильмир тăрăшнипе килсе çитнĕ. Виççĕмĕш класс ачи Хĕл Мучи патне çыру çырнă. Вăл аппăшĕ валли иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕсене çăвăнтарма шезлонг‚ хăйне волейбол вылямалли мечĕк ыйтнă. Оксанăн икĕ ачин сывлăхĕ аванах мар‚ вĕсем ДЦП чирĕпе аптăраççĕ. Оксана Давлетова вăтам Кирилл (иккĕмĕш йĕкĕреш) тата Марк ывăлĕсене ваннăра пĕчĕк минтер çине лартса çăвăнтарнă. Пĕрремĕш каналăн эфирĕнче тулли пурнăçпа пурăнайман ачасен амăшне тахçантанпах кĕтнĕ паренене панă. Ăна Андрей Ковалев бизнесмен парнеленĕ. - Эсир мана чун илемĕпе тыткăнларăр. Эсир куççуль витĕр кулма пултаратăр. Эпĕ сире шезлонг туянма сертификат паратăп. Макăрма çеç чарăнăр‚ - тенĕ предприниматель‚ виçĕ ача ашшĕ. Тăхăр çулхи Ильмир та хăйĕн парнине илме тивĕçнĕ. Унсăр пуçне Саша Черная дизайнер Оксанăна илемлĕ пальто парнеленĕ. Ирида НОВИКОВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Пушкăртстанра Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе ĕçлесе хатĕрленĕ «Цифровая экономика РФ» наци стратегин «Информационная инфраструктура» проектне пурнăçа кĕртесси старт илнĕ. Проект 100 çынран пуçласа 1000 çын таранччен пурăнакан ялсенчи социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене интернетпа çыхăнтарассине пăхса хăварать. Хальхи вăхăтра информаципе технологи инфраструктурипе (ИКТ) социаллă пĕлтерĕшлĕ 50 объекта çыхăнтарнă. Вĕсен шутĕнче — шкулсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем, полици уйрăмĕсем, пушар чаçĕсем, суйлав комиссийĕсем. Асăннă программăпа 2021 çул вĕçлениччен 2774 социаллă объекта пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтармалла. Контракт условийĕсем тăрăх, кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕччен Пушкăртстан Республикинчи телекоммуникаци компанийĕ — «Башинформсвязь» ПАО —722 социаллă объекта интернетпа çыхăнтармалла, çакă çыхăнтармалли объектсен пĕтĕмĕшле шутĕнчен 26 проценчĕ. «Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх. #нацпроектыБашкортостан Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Апрелӗн 23-мӗшӗнче Красноярски тăрăхӗнчи Ӗçпе килешӳ керменӗнче чăваш вӗрентекенӗ, халăх ӗçченӗ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 169 çул çитнине халласа Чăваш чӗлхи кунне уявланă. Раççейпе Чăваш Енӗн гимнӗсене итленӗ хыççăн, Красноярскри ЧНКА президенчӗ Геннадий Храмов чăваш чӗлхин урокне уçса, И.Я.Яковлев пурнăçланă ӗçсене çутатса панă. Кайран уява хутшăнакансем тăван чӗлхене юптарусем, сăвăсем, юрăсем урлă... ❮ ❯ Апрелӗн 23-мӗшӗнче Красноярски тăрăхӗнчи Ӗçпе килешӳ керменӗнче чăваш вӗрентекенӗ, халăх ӗçченӗ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 169 çул çитнине халласа Чăваш чӗлхи кунне уявланă. Раççейпе Чăваш Енӗн гимнӗсене итленӗ хыççăн, Красноярскри ЧНКА президенчӗ Геннадий Храмов чăваш чӗлхин урокне уçса, И.Я.Яковлев пурнăçланă ӗçсене çутатса панă. Кайран уява хутшăнакансем тăван чӗлхене юптарусем, сăвăсем, юрăсем урлă вӗреннӗ. Мероприятие чи паллă чăваш юррисемпе, сăнӳкерчӗксемпе видео материалсемпе пуянлятни те вырăнлă пулнă. Урока хутшăнакан хула чăвашӗсемсӗр пуçне чăваш сăмахӗсене вӗренме, юрăсем юрлама хăнасем те хаваспах хутшăннă. Вӗсен шутӗнче ытларах ачасемпе çамрăксем пулнă. Уяв вӗçӗ те кăсăклă иртнӗ. Асра хăварма фотосесси иттернӗ хыççăн мероприятие пуçтарăннисем «Эй юррăм янăра» юрăпа ташша пуçласа янă.
5535Тӗнче тытӑмӗ 1273Чӗрӗ япала — Чӗрӗ мар япала 823Вӑхӑт — Талккӑш 761Ырӑ — Усал 568Сӑмах — Чӗнменлӗх 560Ирӗклӗх — Кирлӗлӗх 515Пулӑм — Ӑнтлӑх 437Телей — Асап 310Тытӑм — Хапа 171Ку тӗнче — леш тӗнче 117Юрату — Курайманлӑх 3244Ҫын, халӑх 410Чӑвашсем — Ытти халӑхсем 404Хӑвӑн — Ҫыннӑн 305Пуянлӑх — Чуханлӑх 267Ӑс — Ухмахлӑх 207Ырӑ енсем — Ҫитменлӗхсем 204Сывлӑх — Чир-чӗр 166Пӗлӳ — Пӗлменлӗх 133Тӗн — Тӗшмӗш 129Илемлӗх — Нӗрсӗрлӗх 114Пӗчченли — Ушкӑнли 112Чеелӗх — Айванлӑх 107Хуҫа — Тарҫӑ 82Тӳрӗлӗх — Вӑрӑ 74Чӑнлӑх — Суялӑх 71Килӗшӳ — Харкашу 69Мухтанчӑклӑх — Сӑпайлӑх 57Тӗрӗслӗх — Йӑнӑш 56Чыслӑх — Чыссӑрлӑх 53Хӑюлӑх — Хӑравҫӑлӑх 52Сӑваплӑх — Ҫылӑх 51Туслӑх — Тӑшманлӑх 35Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх 28Салтак — Таркӑн 27Вӑй — Вӑйсӑрлӑх 22Шанчӑк — Шанчӑксӑрлӑх 9Ӗненӳ — Иккеленӳ 2536Кил-йыш 481Арҫын — Хӗрарӑм 438Тутӑ — Выҫӑ 432Атте-анне — Ача-пӑча 389Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр 327Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх 243Каччӑ — Хӗр 123Авланасси — Качча каясси 103Йӑла-йӗрке 1431Ӗҫ-хӗл 713Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх 449Паракан — Илекен 59Килен — Каян 52Ӗҫлекен — Ҫиекен 44Выртан — Ҫӳрен 35Куран — Курман 28Ӗҫ тӗллевӗсем — Ӗҫ хатӗрӗсем 28Шыракан — Тупакан 23Аптраман — Аптракан 1030Пулӑмсен ҫыхӑнӑвӗ 191Сӑлтав — Сӑлтав хыҫҫӑнхи 123Йӗркелӗх — Ӑнсӑртлӑх 102Пуҫӗ — Вӗҫӗ 83Пысӑк — Пӗчӗк 76Лайӑх — Начар 60Пӗр — Темиҫе 54Ҫӗнни — Кивви 51Май килни — Чӑн пурри 49Инҫет — Ҫывӑх 36Ансат — Кӑткӑс 36Сахал — Нумай 32Пӗр — Терлӗ 30Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулни — Пӗр япаласӑр тепӗр япала пулманни 27Пӗри — Тепри 26Кирлӗ — Кирлӗ мар 20Пӗр — Пӗтӗм 20Пӗр япалапа тепӗр япала килӗшсе тӑни — Пӗр ялалапа тепӗр япала килӗшсе тӑманни 14Анаталла — Тӑвалла
Эпир пурте юмахри Буратинăна пӗлетпӗр. Папа Карло ăна юрăхлă пуленккеренех ăсталаман пулӗ. Пăрахма шел тесе хăварнă та туратлăскере - пукане касса кăларнă. Республикăра пурăнакнсене çутçанталăк ресурсӗсене перекетлеме сӗнеççӗ экологсем, тӗрлӗ меслетсем шутласа тупаççӗ. Вӗсем журналистсене çанталăк синкерӗсем, урнă çилсем хыççăн хуçăлса юлнă е типсе хăрма пуçланă йывăç турачӗсене еплерех ӗçе... ❮ ❯ Эпир пурте юмахри Буратинăна пӗлетпӗр. Папа Карло ăна юрăхлă пуленккеренех ăсталаман пулӗ. Пăрахма шел тесе хăварнă та туратлăскере - пукане касса кăларнă. Республикăра пурăнакнсене çутçанталăк ресурсӗсене перекетлеме сӗнеççӗ экологсем, тӗрлӗ меслетсем шутласа тупаççӗ. Вӗсем журналистсене çанталăк синкерӗсем, урнă çилсем хыççăн хуçăлса юлнă е типсе хăрма пуçланă йывăç турачӗсене еплерех ӗçе кӗртмеллине кăтартрӗç. Августăн 1-мӗшӗнчен ТР Экологи тата çутçанталăк ресурсӗсен министерстви çӗнӗ проект пуçларӗ. Унăн ячӗ «Зеленая переработка». Çак проект шайӗнче иртекен пӗрремӗш акци - «Йывăç экологийӗ». Хулари типнӗ е хуçăлса аннă йывăçсене ытларах чухне çӳп-çап свалкине ăсатаççӗ. Экологсем вара вӗсенчен мӗнле-тӗр усăллă япала туса усă курма сӗнеççӗ, тӗслӗхрен, килте кирлӗ хатӗрсем. Ялта пулсан типнӗ йывăçăн тӳрӗ туратӗнчен - сенӗк, курпунлинчен пуртă аври тума пулатчӗ, анчах та хулара ытлашши мӗнех ăслайăн? Хусанта йывăç-пукана реставрацилекен Сергей Загнойко ав, çурта тыткăчӗсем (подсвечники) тăвать иккен вӗсенчен. Çак ансат хатӗрсене вăл хăйӗн клиенчӗсене парнелесе чапа тухнă. Çурта тӗпӗсене тума çăмăл, вӗсене кашниех ăсталаять. Çав вăхăтра çак ӗç свалкăна каймалли йывăç тураттине иккӗмӗш пурнăç парса маçтăра пысăках мар пулин те, çав- çавах тупăш кӳрет. Çавăнпа та çакнашкал юрăхсăр йывăç касăкӗсенчен тата мӗн тума пулнине питӗ пӗлесшӗн экологсем. Республикăри Экологи министерстви Хусанта тата районсенче пурăнакансенчен интереслӗ идейăсем кӗтет. Вӗсене ekolog-tat@yandex.ru электронлă адреспа ярса памалла, сăмахсене сăнӳкерчӗксемпе çирӗплетсен аван.
Çак пултаруллă ансамбль 15 çул сцена çинче, анчах пирӗн хулара, Тольяттире, пӗрре те пулманччӗ-ха. Ансамбль ертӳçипе Алексей Наумовпа эпӗ тахçанах туслă, паллашни 15 çул ытла пуль. Олег Цыпленков-Чунташ ертсе пыракан чăваш çамрăкӗсен пӗрлӗхӗ темиçе çул каялла çулçӳревре чух Тольятти çывăхӗнчи Çăлкуç (Ставрополь районӗ) чăваш ялӗнче çӗр каçма чарăннăччӗ. Ушкăнра «Шуçăм»... ❮ ❯ Çак пултаруллă ансамбль 15 çул сцена çинче, анчах пирӗн хулара, Тольяттире, пӗрре те пулманччӗ-ха. Ансамбль ертӳçипе Алексей Наумовпа эпӗ тахçанах туслă, паллашни 15 çул ытла пуль. Олег Цыпленков-Чунташ ертсе пыракан чăваш çамрăкӗсен пӗрлӗхӗ темиçе çул каялла çулçӳревре чух Тольятти çывăхӗнчи Çăлкуç (Ставрополь районӗ) чăваш ялӗнче çӗр каçма чарăннăччӗ. Ушкăнра «Шуçăм» ансамбль (Шупашкарти Зинаида Козлован «Уяв» ансамблӗнчен уйрăлса тухнă) тата темиçе çамрăк юрăç килнӗччӗ. Пăлхар, Пӳлер таврашӗнче вӗсен йышне хутшăннă Хусан юрăçисем те пурччӗ вӗсемпе. Çак ялта шкул директорӗ пулса ӗçлекен, чăваш чӗлхи вӗрентекен Александр Владимирович Федоров мана та пыма йыхравларӗ. Эпир те пиллӗкӗн пырса çитрӗмӗр каçхи концерта. Паллах, пӗр сцена çине тухаканскерсем эпир пӗр-пӗринпе паллашрăмăр. Гитарăпа питӗ илемлӗ каласа, чуна хумхантарса юрлакан Алексей Наумова çавăн чухнех эпӗ кăна мар, пурте астуса юлчӗç пуль. Унпа пӗрле юрлакан маттур хӗре Елена Корсакована та манаймăн. Питӗнчи икӗ путăкӗ кăна мӗне тăрать - кашни арçын чӗрине яшлантарать. Тольяттие концертпа пырасси пирки икӗ çул каяллах Алексей шăнкăравланăччӗ, анчах Шупашкар артисчӗсемпе маларах калаçса татăлнăран «Хусан чăвашӗсене» çийӗнчех йышăнма май пулмарӗ. Хальхинче вара çур çул каял­лах çак ушкăна чӗнсе хума шут тытрăмăр. Чăвашсем пурăнакан тӗрлӗ регионти хула-районсенче хăйсен пултарулăхӗпе палăрнă «Хусан чăвашӗсем» тинех пирӗн пата килме тухрӗç. Раштав уйăхӗн 10-мӗшӗнче çанталăкӗ çил-тăманлă пулчӗ, çул вырăн-вырăнӗпе шуçлакчӗ. Апла пулсан та чиперех çитрӗç. Автобус­ран тухнă-тухман вӗсене пирӗн хулан хастар чăвашӗсем ыталаса илчӗç, хăйсем пӗçерсе килнӗ хуплупа сăйларӗç. Икӗ сехете пынă концерт пӗр самантра иртсе кайнă пек туйăнчӗ. Юрă çине юрă, пӗринчен тепри илемлӗ тата! Соло-гитаристсем Алексей Наумов, чăваш пекех маттур Марсель Шамсутдинов, Дамир Зиганшин епле илемлӗ шăрантараççӗ кӗввине. Сӗрме купăспа калакан Ксения Дубайкинана мӗн чухлӗ мухтасан та мухтаса пӗтерес çук. Питӗ пултаруллă пике. Сӗрме купăсӗ аллинче мӗн ачаран пулнă пек вылянать. Ахальтен мар ӗнтӗ интернет тетелӗнче ăна тӗнчери чи пултаруллă Ванесса Мэй скрипачкăпа танлаштараççӗ. Ксения Дубайкина çакăн пек чыса чăнах та тивӗçлӗ, маттур! Ушкăнри Елена Корсаковăпа Олеся Шерникова юрлани те питӗ кăмăла кайрӗ. Вокалпа инструмент ансамблӗн ертӳçи Алексей Наумов хӗрсене сăнӗпе хитре пулнăран кăна ушкăна илмен иккен, вӗсем чăнах та питӗ пултаруллă, композиторăн юррисене питӗ ăста юрлаççӗ. Профессионаллă çӳллӗ шайри ансамбль. Кашни юрра шăрантарнăçемӗн артистсен ăсталăхӗ, музыка енӗпе аслă пӗлӳ илни сисӗнет. Анастасия Даниловапа Елена Корсакова кăтартнă камитле сценка куракансене пӗр самант ăçта ларнине те мантарчӗ. Шупашкарти Виктор Петровăн ушкăнӗнчи хӗрарăм-артистсенчен пӗртте кая мар култарчӗç вӗт. «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Константин Анатольевич Малышев та килсе çитрӗ концерта. Вăл сцена çине тухса хаçатăн ӗçӗ-хӗлӗ çинчен каласа пани питӗ вырăнлă пулчӗ. Тольятти чăвашӗсем «Сувар» хаçата вуламашкăн пайтах илсе кайрӗç, хăшӗ-пӗри çавăнтах çырăнчӗ те. Акă, концерт та вӗçленсе пырать, ансамбльти пӗтӗм артист сцена çинче, программăри юлашки юррине вӗçлерӗç, тав сăмахӗсем каласа ăсатса кăна ямалла, анчах Тольятти чăвашӗсем ура çине тăрсах пӗр чарăнми тăвăллăн алă çупни артистсене сцена çинчен ямарӗ. Концерт тăршшӗпе Алексей Наумовăн нумай-нумай çӗнӗ юррисем янăрарӗç, пурте илемлӗ, хăй евӗрлӗ, анчах «Хурлăхан» юрра тепӗр хут юрлама ыйтрӗ халăх. Алексей Наумовăн темиçе çул каяллах хита çаврăннă çак юрри питӗ килӗшет. Артистсем пӗр тăхтамасăр тулли кăмăлпа тивӗçтерчӗç Тольятти чăвашӗсем ыйтнине, тепӗр юрă та парнелерӗç. «Хусан чăвашӗсем» ансамбльти артистсене пурне те Тольяттири Чăваш наципе культура автономин ятӗнчен чун-чӗререн тав тăватăп, малашне те пултарулăхра пысăк çитӗнӳсем туса чăвашсене «хăмапа» мар, хальхи пек чӗрӗ юрăпа савăнтарасса шанатпăр. Тепӗр хут ТАВТАПУÇ!
Февралĕн 12-мĕшĕнче Шланлă ялĕнчи чи ватă çын, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Николай Михайло­вич Ефимов 100 çул юбилейне паллă тăвать. „Аургазă хыпарçи” ăна çывăх çыннисен ăшшипе, тимлĕхĕпе тулли телейлĕ вăрăм кун-çул тата çирĕп сывлăх сунать. Пирĕн ентеше хăйĕн пурнăç çулĕ çинче нумай тĕрĕслев иртме тивнĕ, анчах вăрçă – чи хăрушши. Вăл унăн асне яланлăха кĕрсе юлнă.„...Десна юханшывĕ урлă эпир наступле­ние кайрăмăр. Эпĕ рота командирĕн адъютанчĕ вырăнĕнчеччĕ, унпа юнашар пытăм. Тăшман ми­нометсенчен тата пулеметсенчен персе тăнă май тапăнса пыратпăр. Минăсемпе печĕç. Командир хытă аманчĕ, ман аяка урапа тапнă пекех пулчĕ. Ыратнине сисместĕп, командир патне ыткăнтăм. Ăна бинтпа чĕркесе çыхма пуçларăм, вĕсем юнпа йĕпенеççĕ. Эпĕ ăна юханшыв урлă санитарсем патне мĕнле-тĕр сĕтĕрсе çитертĕм, хам йăванса кайрăм. Манăн аякри суранран юн юхать иккен...” – аса илет ветеран. Шкул хыççăн – кĕçĕн лейтенанта вĕренме Николай Стерлитамак районĕнчи Ишпарсово ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Вырăнти шкулта çичĕ класс пĕтернĕ, вунă çул вĕренмелли шкула – Треппелте. Тăван ялĕнче пĕр çул пуçламăш клас­сен учителĕнче ĕçленĕ. Вăл хăй те питĕ çамрăк пулнă, ачасем ăна юратнă. Районти çар комиссариачĕ çамрăк педагога часах Сверд­ловскри пехота училищине янă. Анчах медкомисси унăн хăлха илтес тĕлĕшпе пробле­ма пуррине тупса палăртнă, ăна вĕренме йышăнман. Нико­лай Ефимова сроклă службăна илнĕ. Вăл Брест çывăхĕнчи çар хулинчи танк çарне лекнĕ. Вăтам пĕлÿллисене пурне те пĕр взвода кĕртнĕ, вĕсем валли командирсен курсĕ йĕркеленĕ, кĕçĕн лейтенанта вĕрентнĕ. Яшсене хĕрхенмесĕр мĕнле хăнăхтарнине ветеран халĕ те астăвать: вăй-хал хатĕрленĕвĕ, марш-бросоксем, пересси, стройпа утма вĕренни. 1941 çул. Йывăр аманни Вăрçă часах пуçланасси çинчен вăл вăхăтра пурте пĕлнĕ ĕнтĕ. - Нимĕç самолечĕсем пуç çийĕн кашни кун вĕçсе иртетчĕç, Буг юханшывĕ хыçĕнче, тепĕр çыранра, вĕсен çарĕсем пуçтарăнатчĕç, - кала­са парать ветеран. - 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ нихăçан асран тухса ÿкмĕ. Эпир Ильяпа (вăл та Пушкăртранччĕ) Салават Юлаев çинчен фильм курма кайрăмăр. Вăл пирĕн наци паттăрĕ çинчен пулнишĕн савăнтăмăр. Казармăна килтĕмĕр, çывăрма выртрăмăр. Анчах пире çавăнтах тăратрĕç. Винтовкăсем салатса пачĕç те тепĕр кунхи­не вĕренÿллĕ тревога пулать терĕç. Пире бомбежка кĕрлевĕ вăратрĕ. Аэродромри само­летсем тата танксем çунатчĕç. Нимĕçсем тупăсенчен тыл ен­нелле печĕç. Боец çапăçу мĕнле иртни çинчен аса илет. Тÿпере тăшман самолечĕсем хуçаланнă. Вĕсене нумай вилĕм курма тивнĕ. Ча­какансенчен подразделенисем йĕркеленĕ, орудисем валли дзотсем хатĕрленĕ, чикĕсем тунă. Августăн 30-мĕшĕнче контрнаступлени пуçланнă. Çар Десна шывĕ урлă тапăнса пынă. Ельня хулине ирĕке кăларнă. Çав хаяр тытăçура Ефи­мов боец хырăмĕнчен йывăр аманнă. Унтан – вăрçă хирĕнчи госпиталь, операци. Салтак чĕрĕ юлнă. Горький облаçĕнче тылри госпитальте сывалнă, ăна унтан килне курма янă. Тăван енри шутлă кунсем хăвăрт ирт­се кайнă. Каллех фронта... Николай малалла парти­зансен отрядĕнче çапăçнă. Унпа пĕрле Стерлитамакран тата тăватă каччă пулнă. Латыш, опытлă çар çынни командăланипе çĕр салтак фронт линийĕ патне çуран çитнĕ. Вĕсемпе пĕрле виçĕ хĕр – радистсем. Фронт урлă пăсăк çанталăкра каçнă. Отряд тăшман тылĕнче çур уйăх пулнă. Йĕри-тавра шурлăх, питĕ сивĕ, чăтма çук выçă (апат-çимĕç пĕтнĕ). Темиçе диверси хыççăн, пулăшу кĕтсе илеймесĕр, ко­мандир отряда каялла тавăрма шут тытнă. Салтаксем пурте тăм илтернĕ. Николай Ефимов кал­лех госпитале лекнĕ. - Мана унта 1-мĕш Ударлă ар­мин 14-мĕш Гварди стрелковăй корпусĕн штабне „çураçрĕç” – манăн почерк тата пĕлÿ лайăхчĕ. Çак корпус составĕнче эпĕ пĕтĕм Прибалтикăна иртсе тухрăм. 1944 çулхи декабрьте Горький хулинчи танк учили­щине яма тархасларăм. Офи­цер пуласшăнччĕ... – малалла тăсать хăйĕн калавне ветеран. Анчах унăн ĕмĕчĕ пурнăçланайман. Вăрçă чарăннă – училищĕре унăн вĕренĕвĕ татăлнă. Унчченхи учительсе­не пурне те Сталин приказĕпе çартан демобилизациленĕ. Шкулта – çур ĕмĕр Николай çамрăк чух­нех учитель пулма çирĕп шут тытнă. Чăнах та, хăйĕн пĕтĕм пурнăçне ачасене панă. Фронтран таврăнсан тăван шкулĕнче ачасене çар ĕçне вĕрентме тытăннă. Унтан Га­фури районĕнче Мракри çичĕ çул вĕренмелли шкулта чĕрĕк ĕмĕре яхăн ĕçленĕ. 1970 çулта Аургазă районĕнчи Шланлă шкулĕнче истори вĕрентме пуçланă, завучра ĕçленĕ, вунă çул ытла – директорта. Николай Ефимов çак çулсем хушшинче Стерлитамакри учительсен ин­ститутне тата Оренбургри педа­гогика институтне пĕтернĕ. Унăн унчченхи вĕренекенĕсем хăйсен учитель­не яланах тав туса аса илеççĕ. - Эпĕ историне пĕрремĕш урокрах юратса пăрахрăм. Ни­колай Михайлович, вăрçă курнă çын, ăна питĕ интереслĕ илсе пыратчĕ. Эпĕ унăн çулĕпе кайма шут тытрăм, истори факультет­не суйласа илтĕм, - тет Шланлă вăтам шкулĕн директорĕ Ан­дрей Алексеев. Ватлăх – ачасем хушшинче Николай вăрçă хыççăн пĕр çултан Шланлă хĕрне качча илнĕ. Вăл Нина ятлă пулнă. Вĕсен пĕрин хыççăн тепри сакăр ача çуралнă (анчах иккĕшĕ ача чухнех вилнĕ). Пур­те хисепе тивĕçлĕ çынсем пулса тăнă. Нина Кондратьевна та шкул­та мăшăрĕпе юнашар ĕçленĕ. Вăл нумай çул хушши краеве­дени музейĕн заведующийĕ пулнă. Шел пулин те, вăл 2000 çулта пурнăçран уйрăлнă. Арăмĕ вилсен Николай Ми­хайловича ялта пурăнма йывăр килнĕ, вара вăл Стерлитамака куçнă. Хăйĕн хваттерĕнче 93 çула çитиччен пĕччен пурăннă. Паллах, çывăх çыннисем яланах юнашар пулнă. Анчах инсульт чăтса ирттернĕ хыççăн çак ху­ларах пурăнакан кĕçĕн хĕрĕ, Ольга, патне куçма тивнĕ. Халĕ ашшĕне вăл пăхать. Ачисем яла­нах килсе кураççĕ. Сăмах май, аслă ывăлĕ 71 çул тултарнă. Вăл Шланлăра пурăнать. Ашшĕ- амăшĕн кивĕ çурчĕ вырăнĕнче çĕнĕ çурт лартнă, ашшĕ çавăншăн питĕ хавас. Николай Михайлович тăван кĕтесĕнче сайра хутра пулса курать. Ачи­сем илсе килеççĕ. Ветеранăн халĕ 14 мăнук, мăнукĕсен 16 ачи пур. Вĕсем хăйсен аслашшĕ-кукашшĕне пурте юратаççĕ, вăл вара çемйи çакăн пек пысăк пулни­пе мăнаçланать. Шел, арăмĕ çакăнччен пурăнайман. - Паллах, ватăлнă май ат­тен тăнĕ сĕвĕрĕлет, анчах вăл вăрçă çулĕсене лайăх астăвать. Ăсĕ вичкĕн, лайăх шухăшлать. Политикăна ăнланать. Хаçат вулать, телевизор пăхать. Историк пулнă май, политика событийĕсемпе кăсăкланать. Путина çĕршывăн чи лайăх президенчĕ тесе шутлать. Вăрçă участникĕсене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн савăнать, - тет Ольга Николаевна. – Иртнĕ çулта Аслă Çĕнтерĕве 75 çул пулнине чыс­лани ăна уйрăмах тĕлĕнтерчĕ. Эпир ăна коляскăпа урама илсе тухрăмăр. Подъезд умĕнче – сăмах май, хула мэрийĕ ăна уяв умĕн юсарĕ – маршпа парад пулчĕ, Çĕнтерÿ ялавне çĕклесе иртрĕç, чĕрĕ музыка янрарĕ, артистсем вăрçă çулĕсенчи юрăсем шăрантарчĕç. Çакăн пекки пĕрремĕш хут. Аттен куçĕ шывланчĕ. Парне нумай пулчĕ. Вĕсем шутĕнче кĕсъе телефонĕ те. Анчах унпа усăланма ăна вĕрентейместпĕр-ха... Пысăк тимлĕх уйăрнăшăн пурне те тавтапуç. Тата çакна калас ки­лет: вăрçă участникне Н.М. Ефимова тинех инвалидлăхăн I группине пачĕç, - малалла ка­лать вăл. Николай Михайлович хваттерĕнчен тухмасть ĕнтĕ, пĕр пÿлĕмрен тепĕр пÿлĕме çÿрет, ун чухне те ал туйипе. Анчах вăл çĕкленчĕк кăмăллă, оптимизмлă. Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ мĕнре тесе ыйтсан, вете­ран хăйĕн лайăх арăм пулни çинчен, туртман, эрех-сăрапа иртĕнмен, хусканусăр пурăнман тесе хуравлать, халĕ те, ватлăх çулĕсенче, ăна чун-чĕришĕн хаклă çыннисем тăрăшса пăхаççĕ. х х х Ветеран паян 100 çул тул­тарать. Саламланисем тата сунăмсем нумай пулĕç. Анчах кĕсъе телефонĕпе. Шел пулин те, чикĕлев мерисем нумай хăна йыхравлама май памаççĕ. Тата çак кунхине ветерана сюрприз кĕтет. Юбилей каçĕнче Стерли­тамак хулинчи „Сарпи” чăваш эстрада-фольклор ансамблĕ хăйĕн юррисемпе пурне те савăнтарĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Аургазă хыпарçи" Администраци çырулла килĕшÿ парсан çеç сайтри информацин копине тума юрать
Çĕнĕ çулăн тĕп уявне вĕренÿ отличникĕсене‚ олимпиадисемпе спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисене‚ художествăлла пултарулăх фестивалĕсен лауреачĕсене‚ çар çыннисемпе шалти ĕçсен органĕнче хĕсметре тăракансен (çар тивĕçне пурнăçланă вăхăтра пуçне хунисен)‚ укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр нумай ачаллă çемьесен тата сусăр ачасене йыхравланă. Уява 780 ача хутшăннă. Вĕсен шутĕнче — Йăлпăлактамакри вăтам шкулта вĕренекен Дилара Мустафина, Хушăлкари вăтам шкулта вĕренекен Марсель Персиянов, Михайловкăри вăтам шкулта вĕренекен Руслан Минигулов, Усак Кичури вăтам шкулта вĕренекен Егор Туймуков. Ĕпхÿ хулине 30 муниципаллă районпа хуларан 300 яхăн шкул ачи килсе çитнĕ. Вĕсене «Зеленая роща» санаторинче вырнаçтарнă. Ачасем «Хĕл Мучийĕн асамлă циркĕ» представлени пăхса савăннă. Кашни куракана Çĕнĕ çул парни парса хавхалантарнă. Регионти Вĕрентÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ шкул ачисене рюкзак‚ çемçе тетте‚ пылак парне тата «На поляне сказок» кĕнеке парнеленĕ. «Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
«Ытлашши ача пулмасть, эпӗ вӗсене программăпа çуратман»,- шӳтлерӗ Акрелӗнчи анне-героиня Раиса Кузьминична Квакова сцена çине тухсан. Февралӗн 17-мӗшӗнче Çарăмсан районӗнчи Культура керменӗнче иртнӗ «Çулталăк хӗрарăмӗ-2018» республика конкурсӗн Кама леш енчи районсен зонăри тапхăрӗн 35 конкурсантӗнчен вăл чи асли пулчӗ. 79 çул тултарнă Раиса Кузьминична 5 хӗрпе 5 ывăл çуртса ӳстернӗ.... ❮ ❯ «Ытлашши ача пулмасть, эпӗ вӗсене программăпа çуратман»,- шӳтлерӗ Акрелӗнчи анне-героиня Раиса Кузьминична Квакова сцена çине тухсан. Февралӗн 17-мӗшӗнче Çарăмсан районӗнчи Культура керменӗнче иртнӗ «Çулталăк хӗрарăмӗ-2018» республика конкурсӗн Кама леш енчи районсен зонăри тапхăрӗн 35 конкурсантӗнчен вăл чи асли пулчӗ. 79 çул тултарнă Раиса Кузьминична 5 хӗрпе 5 ывăл çуртса ӳстернӗ. Çулӗсене кура мар вăр-вар кукамай ачи-пăчипе, мăнукӗ-кӗçӗн мăнукӗпе пӗрле (пурӗ 31-ӗн) тухсан сцена тулсах ларчӗ, аран-аран шăнăçайрӗ çемье. «Кунта Красноярск крайӗнче, Талнах хулинче тата Аксу тăрăхӗнче пурăнакан ачамсем çук-ха, ахаль те сцени пӗчӗк те шăнăçаймастăмăр», - шӳтлерӗ вăл кун çинчен каярах пирӗнпе сцена хыçӗнче тӗл пулсан та. Регламентпа панă темиçе минут хушшинче Кваковсем хăйсен çемйи мӗнле тата мӗнпе пурăннине, амăшне, асанне-кукамăшне, мăн асламăшне-мăн кукамăшне мӗн тери хисепленине, юратнине кăтартрӗç. Çав вăхăтра «Çулталăк хӗрарăмӗ» конкурсăн ячӗ Раиса Кузьминичнашăн шутсăр ансăр пек те туйăнчӗ, мӗншӗн тесен ун çинчен «Ӗмӗр хӗрарăмӗ» тесен тӗрӗсрех. Ула-чăла пир кӗпи çине çакнă Анне-героиня медалӗ аякран курăнсах та кайманни унăн пурнăçне сăнларӗ тейӗн. Декрет отпускӗ мӗн иккенне пӗлмен, патшалăхран пулăшу илсе курман вăл. Кашни ачи çуралнăшăн савăннă, çӗрӗн-кунӗн ӗçлесе ура çине тăратнă çеç. Ку конкурса та акă ят-сумшăн мар, ачисем ӳкӗтленипе республикăра анне-героиня чăваш хӗрарăмӗсем пуррине кăтартас шутпа «Хӗрарăм-анне» номинацире хутшăнма килӗшнӗ. Кваковсен пысăк çемйи куракансене, çаплах жюрие те хумхантармасăр пултараймарӗ. Жюри пӗр саслăн пулсан Раиса Кузьминична Кваковăна конкурсăн «Хӗрарăм-анне» номинацире зонăри тапхăрӗн çӗнтерӳçи тесе йышăнчӗ. Риса Кузьминична çинчен тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн çӗнӗ номерӗнче вулăр.
Республика Пуçлăхĕн Радий Хабировăн указĕпе килĕшÿллĕн 2021 ҫула Пушкăртстанра Сывлӑх тата хастарлӑха вăрах ĕмĕр упрамалли çулталӑк тесе пӗлтернӗ. Республика Пуçлăхĕн Радий Хабировăн указĕпе килĕшÿллĕн 2021 ҫула Пушкăртстанра Сывлӑх тата хастарлӑха вăрах ĕмĕр упрамалли çулталӑк тесе пӗлтернӗ. Ăна сывлăхлă пурнӑҫ йӗркин никĕсне хывас, физкультурӑпа спорта тата туризма халăх хушшинче аталантарас, ҫавӑн пекех Пушкӑртстан Республикинче медицина пулӑшӑвне лайӑхлатас тӗллевпе йышăннă. - Çын пурнӑҫӗпе сывлӑхӗ, реабилитаци программи тата ытти ыйтусем - чи пĕлтерĕшли, чи хакли. Ман шутпа, ресурссем кун валли ҫителӗклӗ, - палӑртнă Радий Хабиров январь уйăхĕн 11-мӗшӗнче иртнӗ оперативлă канашлу вăхăтĕнче. Çавӑн пекех республика пуҫлӑхӗ правительствӑна 2021 ҫулхи мероприятисен планне ҫирӗплетме хушнӑ. Надежда РОДИОНОВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чăваш Енри Шупашкар районӗнче «Хравути поххи - 2017» Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫимӗк иртет. Ӑна Чӑваш Республикин Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви, «Трактор тӑвакансен культура центрӗ» республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗ, Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗ... ❮ ❯ Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чăваш Енри Шупашкар районӗнче «Хравути поххи - 2017» Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫимӗк иртет. Ӑна Чӑваш Республикин Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви, «Трактор тӑвакансен культура центрӗ» республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗ, Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗ йӗркелеҫҫӗ. Уява килекенсене ирхине 10 сехетре регистрацилеме тытăнаççӗ, Ҫимӗк 11 сехетре пуҫланать. Уява Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен килсе ҫитмелле. Уявра юрӑ-ташӑ, спорт ӑмӑртӑвӗсем пулмалла.
1, 2-мӗшӗсем - тулакан Уйăх. Пӗр çул ӳсекен мӗнпур ӳсен-тăрана акма-лартма лайăх кунсем. Йăрана акмалли вăрлăхсене шӳтерме лартмалла. Çӗр чавмалла, кăпкалатмалла, минераллă тата органика удобренийӗсем сапмалла. Çак кунсенче йывăç-тӗме наркăмăшлă хутăшсемпе сапма та, ытлашши хунавсене касма та юрамасть. 3-мӗшӗ - тулакан Уйăх. Хатӗрлесе хунă сапансене, сыпмалли туратсене (черенки) тата виктори... 1, 2-мӗшӗсем - тулакан Уйăх. Пӗр çул ӳсекен мӗнпур ӳсен-тăрана акма-лартма лайăх кунсем. Йăрана акмалли вăрлăхсене шӳтерме лартмалла. Çӗр чавмалла, кăпкалатмалла, минераллă тата органика удобренийӗсем сапмалла. Çак кунсенче йывăç-тӗме наркăмăшлă хутăшсемпе сапма та, ытлашши хунавсене касма та юрамасть. 3-мӗшӗ - тулакан Уйăх. Хатӗрлесе хунă сапансене, сыпмалли туратсене (черенки) тата виктори çырлисене лартмалли ăнăçлă кун мар. Шăварма юрамасть. 4-мӗшӗ - тулакан Уйăх. Çак кун ӳсен-тăрансене шăвармалла. Тӗрлӗ культурăна куçарса лартмалли, акмалли-лартмалли, роза чечекӗсене тата улма-çырла йывăççисене авлантармалли лайăх кун. Ытлашши ӳссе кайнă курăка çăлса çӗрме пӗр çӗре купаласа хумалла. 5, 6-мӗшӗсем - тулакан Уйăх. Çак кун пахчара улма-çырла йывăçӗсене каснисӗр пуçне хуть мӗнле ӗç те тума юрать. Сиплӗ курăксем пуçтарсан аван. 7, 8-мӗшӗсем - тулакан Уйăх. Явăнса ӳсекен культурăсене акмалла. Кавăн, дыня, арбуз лартсан аван. Кукуруз, кабачок, хăяр аксан тухăç ăнса пулать. Çак кун çумланă йăрана çум­курăк час шăтмасть. Йывăç-тӗме хурткăпшанкăсенчен сапсан та аван. Улма-çырла паракан йывăç-тӗме кăна касмалла мар. 9, 10-мӗшӗсем - тулакан Уйăх. Уйăх тулас умӗн пӗр кун маларах пахчана купăста, помидор лартмалла, хăяр, кабачок, кавăн, укроп, базилик, петрушка, сельдерей акмалла. Сухан вăрри, çарăкпа çурхи ыхра лартма та кая юлман-ха. Çак кун сиплӗ курăксем пуçтарма юрамасть. 11-мӗшӗ - тулли Уйăх. Çак кун пахчара ӳсен-тăрансемпе ӗçлемелле мар, канччăр. Вăя çӗр чавма, çум çумлама, сиенлӗ хурт-кăпшанкăсемпе кӗрешме ярăр. Улма-çырла тӗмӗсемпе ӗçлеме юрамасть. 12, 13, 14-мӗшӗсем - катăлакан Уйăх. Акас-лартас ӗçсем лайăх, çӗр çырли авкисене (усы) касмалла. Çак кун суханлă чечексем лартма, çурхи чечек суханӗсене кăларса типӗтмелле те кӗркунне лартма хатӗрлесе хумалла. Ӳсен-тăран папкисене касма юрамасть. Çак вăхăтра сиплӗ курăксем те пуçтармалла мар. 15-мӗшӗ - катăлакан Уйăх. Çамрăк хунавсене, викторин авкисене касмалла. Çӗр чавни, кăпкалатни, удобренисем сапни лайăх. 16-мӗшӗ - катăлакан Уйăх. Улма-çырла тӗмӗсем лартмалли лайăх вăхăт. 17, 18-мӗшӗсем - катăлакан Уйăх. Улмаллă культурăсене лартма, редиска, сельдерей, çӗрулми, пăрçа йышши культурăсене акма лайăх вăхăт. Йывăçсене авлантарни те лайăх пулӗ. Тăррисене вара касмалли вăхăт мар. 19-мӗшӗ - катăлакан Уйăх. Çак кун ӳсен-тăрансемпе активлă ӗçлемелле мар. Сиенлӗ хурт-кăпшанка наркăмăшпа сапмалла. Шăварма юрамасть. 20, 21, 22-мӗшӗсем - катăлакан Уйăх. Çуркуннен юлашки кунӗсем. Акмасăр-лартмасăр юлнă культурăсене лартассине вӗçлемелле. Сиплӗ курăксем пуçтарсан та аван. Ытлашши шăварма кăна юрамасть. 23, 24-мӗшӗсем - катăлакан Уйăх. Çӗнӗ Уйăх тухас умӗн ӳсен-тăранпа ӗçлемелле мар. Кăпкалатма, çум çумлама юрать. Анчах нимӗнле ӳсен-тăран тымарне кансӗрлемелле мар. 25-мӗшӗ - çӗнӗ Уйăх. Пахчара ӗçлемелле мар, хăвăр та, ӳсен-тăран та кантăр. 26, 27-мӗшӗсем - тулакан Уйăх. Арбуз, дыня пек авăнса ӳсекен культурăсене, çӗр çырлине куçарса лартмалла. Сиплӗ курăксем пуçтармалла. Çурхи чечек улмисене чавса кăларма юрать. Çак кун çулсан курăк темӗнччен ӳсмест. Улма-çырла тӗмӗсене касма юрамасть. 28, 29-мӗшӗсем - тулакан Уйăх. Хуть мӗнле ӳсен-тăрана та куçарса лартма юрать. Пурне те лайăх шăвармалла, удобренисемпе апатлантармалла. Тӗрлӗ культурăсен, чечексен калчисене пахчана куçарса лартмалла. 30, 31-мӗшӗсем - ӳсекен Уйăх. Пахчари мӗнпур ӳсен-тăранпа ӗçлеме юрать. Кивӗ çӗр çырли тӗмӗсене çӗннисемпе улăштарма, улма-çырла тӗмӗсене лартма лайăх вăхăт. Газонри ытлашши курăка çулсан та аван, курăк вăрах ӳсет.
(Майя Игнатьева. А.Ильина архивӗнчи сăнӳкерчӗк).Ноябрӗн 15-18-мӗшӗсенче ХусантаV çамрăксен нацисен хушшинчи «Халăхсен туслăхӗ - Тутарстан пуянлăхӗ» республика форумӗ иртрӗ. Мероприятие 16-30 çулти 160 çамрăк активист хутшăнчӗ. Вӗсен хушшинче наципе культура автономийӗсен çумӗнчи çамрăксен ушкăнӗсен, районсенчи çамрăксен активӗсен хастарӗсем, ют çӗршыв студенчӗсем пулчӗç. Унăн тӗллевӗ - нацисен хушшинчи килӗшӳлӗхе çирӗплетесси, национализм профилактики.... ❮ ❯ (Майя Игнатьева. А.Ильина архивӗнчи сăнӳкерчӗк).Ноябрӗн 15-18-мӗшӗсенче ХусантаV çамрăксен нацисен хушшинчи «Халăхсен туслăхӗ - Тутарстан пуянлăхӗ» республика форумӗ иртрӗ. Мероприятие 16-30 çулти 160 çамрăк активист хутшăнчӗ. Вӗсен хушшинче наципе культура автономийӗсен çумӗнчи çамрăксен ушкăнӗсен, районсенчи çамрăксен активӗсен хастарӗсем, ют çӗршыв студенчӗсем пулчӗç. Унăн тӗллевӗ - нацисен хушшинчи килӗшӳлӗхе çирӗплетесси, национализм профилактики. Форум тӗрлӗ сулăмсемпе ӗçлерӗ - «Этноссем хушшинчи коммуникаци. Конфликтологи. Медиаторство», «Медиа ресурссен аталанăвӗ. Информаци хăрушсăрлăхӗ», «Этнотуризм. Пӗчӗк территорисене аталантарни» тата «Этносоциаллă проектировани». Кашни темăпа çамрăксем ушкăнсене пайланса ятарлă проектсем хатӗрлесе хӳтӗлерӗç. Çитес вăхăтра вӗсенчен чи лайăххисене ятарлă грантсем илме тăратӗç. Кунсăр пуçне форумра çӗршывпа регионти тӗп экспертсем, обществăлла ӗçченсемпе власть органӗсен представителӗсем лекторисем, тренингсемпе мастер-классем ирттерчӗç. Спикерсен хушшинче РФ Обществăлла палата çумӗнчи обществăлла дипломатие аталантарассипе тата йăлари хаклăхсене упраса хăварассипе ӗçлекен комисси председателӗ Е.Сутормина, ТР Террора хирӗç комисси аппарачӗн ертӳçи И.Галиев, бизнес-тренер В.Сыченков тата ыттисем пулчӗç. Владимир Сыченков ирттернӗ «Спикерсен турнирӗ. Антитроллинг» интерактивлă вăйă уйрăмах çамрăксен кăмăлне кайрӗ. Форум шайӗнче çамрăксем «Ловушка Хизб ут-Тахрир» фильм та курчӗç. Питӗ нумай ыйтупа комментарисем çуратрӗ вăл. Вӗсенчен пӗри - «Хăвна вербовкăланине епле ăнланса илмелле?» Шел те, ку ыйтура татса калакан критерисем çук, мӗншӗн тесен вербовщиксем лайăх ӗçлекен, вăйлă методикăсемпе усă курса ӗçлеççӗ. Ку енчен стресла лару-тăрăва лекнӗ çынна «çавăрса» илме çăмăлрах. Стресри çын яланах хавшакрах, вăл хӳтӗлевпе тӗрев, ыйтăвӗсем çине хурав шырать. Çавăнпа та çак вăхăтра ют çынпа мар (!), аçăр-аннӗрпе, юлташăрсемпе е психологпа калаçни лайăхрах. Çакна та сăнамалла кунта - енчен те тусусем, çемье пайташӗсем, пӗрле вӗренекенсем е пачах та сан таврари мӗнпур çын сана ăнланми пулчӗ-тӗк - ку сан çине кам-тăр хăйӗн усал витӗмне кӳнине кăтартакан паллă. Паллах, форума чи пултаруллисемпе хастаррисем хутшăнчӗç. Ун умӗн кашни ятарлă суйлав тапхăрӗ урлă тухнă. Аксу районӗнчи Савгачево хӗрӗ, халӗ Хусанти патшалăх медицина университечӗн III курс студентки, ТР ЧНКА çумӗнчи çамрăксен «Аталан» ушкăнӗн активистки Анастасия Ильина форума пӗрремӗш хут хутшăнчӗ. - Питӗ килӗшрӗ форум. Эпӗ «Этноссем хушшинчи коммуникаци. Конфликтологи. Медиаторство» сулăмпа ӗçлекен ушкăна лекрӗм. Командăпа мана ăнчӗ, тухăçлă ӗçлерӗмӗр, туслашрăмăр. Спикерсене те итлеме, курма интереслӗ пулчӗ. Форум валли эпӗ «Манăн халăх - нумай нациллӗ Тутарстанăн пайӗ» темăпа видеоролик та хатӗрлерӗм. Унта Петӗр Хусанкай сăввин йӗркисене те кӗртрӗм, чăвашсемпе çывăхрах паллаштартăм, - каласа пачӗ Настя. Анастасия ТР ЧНКА, çамрăксен «Аталан» ушкăнӗ, Хусанти нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ, Тутарстан Халăхсен çамрăксен ассамблейи ирттерекен мероприятисен яланхи активисчӗ пулнă май, хăй хастарлăхне аслă шкулӗнче те кăтартать. Настя кӗçӗн курс студенчӗсен тьюторӗ (наставникӗ), волонтер ӗçне те илсе пырать. Виççӗмӗш çул Хусанти А.Вавилова ячӗллӗ хосписра волонтерта тăрăшать. - Хосписра яланах йывăр. Хăш-чухне пачах та тӳсме çук. Чи малтан пӗрмай йӗреттӗмччӗ. Кунта эпӗ вилмелли чирпе чирлекен ачасене çитерме, тумлантарма, çăвăнтарма пулăшатăп. Теттелле те выляттаратăп. Пулас профессипе эпӗ социаллă ӗçчен, çавăнпа та аслă шкулта илнӗ пӗлӳпе хăнăхусем кунта питӗ пулăшаççӗ. Çапах та çын асапланнине курма хăнăхаймастăн... Кунта эпӗ пурнăç çине пачах урăх куçпа пăхма, мӗн пуррине хаклама вӗрентӗм, - терӗ Настя хоспис пирки ыйтсан. Кун пек хастар та пысăк чӗреллӗ, наци пуласлăхӗшӗн, çын ыратăвне çăмăллатассишӗн тăрăшакан çамрăксем пур чухне ыранхи куншăн хăрамалли çук. Ăнăçу сана, Настя! Мӗнпур проектусемпе шухăшусене пурнăçа кӗртмелле пултăр!
(Ирина Трифонова)10-мӗш сентябрьте иртнӗ суйлава Тутарстанра 437 кандидат хутшăннă, çавсенчен 389-шне 10 политика партийӗпе пӗр обществăлла пӗрлешӳ тăратнă. Кун пирки ТР Патшалăх Канашӗн ларăвӗнче ТР Тӗп суйлав комитечӗн (ТСК) председатель çумӗ Валентина Каменькова пӗлтернӗ. Аса илтеретпӗр, вырсарникун республикăра муниципаллă йӗркеленӳсен органӗсен хушма суйлавӗ иртнӗ, пурӗ 154 пӗр мандатлă округри 38... ❮ ❯ (Ирина Трифонова)10-мӗш сентябрьте иртнӗ суйлава Тутарстанра 437 кандидат хутшăннă, çавсенчен 389-шне 10 политика партийӗпе пӗр обществăлла пӗрлешӳ тăратнă. Кун пирки ТР Патшалăх Канашӗн ларăвӗнче ТР Тӗп суйлав комитечӗн (ТСК) председатель çумӗ Валентина Каменькова пӗлтернӗ. Аса илтеретпӗр, вырсарникун республикăра муниципаллă йӗркеленӳсен органӗсен хушма суйлавӗ иртнӗ, пурӗ 154 пӗр мандатлă округри 38 муниципаллă йӗркеленӳре, 13 хулапа 128 ял хутлăхӗнче. Валентина Каменькова сăмахӗсемпе, хушма суйлавсемпе 154 мандата улăштарнă. «Единая Россия» пуринчен те нумайрах вырăн йышăннă - 119 мандат, кам тӗлӗнтӗр ӗнтӗ. Çӗршыври власть партийӗ кирлӗ пулсан ыттисене пӗр вырăн та хăвармӗччӗ. КПРФăн - 5, «Коммунисты России», «Справедливая Россия» партисен, ЛДПРăн 4-шар мандат, ветерансен партийӗн - 3, «Родинăн», «Социаллă тӗрӗслӗхшӗн пенсионерсен партийӗн», «Татарсан - Новый векăн» пурӗ те 2-шер мандат. Уйрăммăн суйлава хутшăннисен 9 мандат. Суйлава тутарстансем пит активлах хутшăнман, 100 процентран 45,6 проценчӗ кăна суйлав участокӗсене çитнӗ. Ыттисем пурпӗрех нимӗн те улшăнмасть тесе çӳресшӗн мар. ТСК председатель çумӗ ӗнентернӗ тăрăх, суйлавра йӗркене пăснă тӗслӗхсем çук, йăлтах йӗркеллӗ иртнӗ. Çӗнӗ «халăх» депутачӗсем хăйсен ӗçтешӗсенчен лайăхрах, тӳрӗ кăмăлпа ӗçлессе шанас килет те, темӗн çав....
(Андрей Михайлов. В.Кузьмин сăнӳкерчӗкӗ). «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче çак кунсенче иртнĕ Раççей кубокĕнче çĕнтернисене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Наталья Гольц, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, ЧР кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн ертӳçи Алексей Лапшин, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков... ❮ ❯ (Андрей Михайлов. В.Кузьмин сăнӳкерчӗкӗ). «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче çак кунсенче иртнĕ Раççей кубокĕнче çĕнтернисене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Наталья Гольц, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, ЧР кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн ертӳçи Алексей Лапшин, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков саламларĕç. Кавир çинче хĕрӳ тупăшу пулчĕ. АПШ, Эстони, Казахстан, Монголии, Испани çĕршывĕсенчен тата Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ 150 спортсмен 8 ушкăнра вăй виçрĕç. Призерсен йышне пирĕн ентешсем те лекрĕç. Канаш районĕн хĕрĕ Надежда Федорова 48 килограмлă виçере Олимп вăййисен чемпионкипе Виктория Энтонипе /АПШ/ кĕрешрĕ, анчах ăна парăнтараймарĕ. Вăл кĕмĕл медале тивĕçрĕ. Çак виçерех Канаш районĕнчи Шăхасанта çуралса ӳснĕ Алина Морева, хальхи вăхăтра Брянск облаçĕнче пурăнать, «бронзăллă» пулчĕ. Çĕрпӳ хĕрĕ Анастасия Яковлева /тренерĕ - Ольга Смирнова/ виççĕмĕш вырăна тухассишĕн тупăшрĕ. 63 килограмлă виçере Ульяновск облаçĕнче пурăнакан чăваш хĕрĕ, 2016 çулта Олимп вăййисене хутшăннă Инна Тражукова бронза çӗнче илчӗ.
И.Я.Яковлев ĕçĕ - хĕлĕпе паллаштарса чăваш эрнинче кĕçĕн классенче туса ирртернĕ уяв сценарийĕсем (ĕçсен тĕсĕсем.) Ака уйăхĕн -25 мĕшĕнче 2021 –мĕш çулта И.Я.Яковлев – 173 çул. И.Я.Яковлев юбилейĕ кашни чăвашшăн уяв пултăр. Пысăк, çÿллĕ ту мăнаçлăхне ун умĕнче тăнă чух асăрхама çук, мĕн чухлĕ аяккарах каятăн, вăл çавăн чухлĕ лайăхрах курăнать. Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхшăн мĕн тери пысăк ĕç тунине ăнланса илме, ăна тивĕçлипе хаклама тытăниччен вăхăт чылай кирлĕ пулнă. Юлашки çулсенче чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелекенĕн çуралнă кунне чăващ чĕлхи кунĕ тесе палăртма пуçларĕç. Çавна май республикăра уява пĕр кунпа мар, тивĕçлĕн, мăнаçлăн паллă тăвасси йăлана кĕрсе пырать. Шкулсемпе библиотекăсенче, кермен çуртĕсенче И.Я. Яковлева халалланă тĕрлĕ мероприяти, кĕнеке выставкисем, тематика каçĕсем, литературăпа искусство çыннисемпе тĕлпулусем йĕркелеме палăртрăмăр. И.Я.Яковлев пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, педагогика вĕрентĕвĕсем темăсемпе ăслăлăх конференци ирттерме пулать. Вĕренекенсене аслă педагог ĕçĕсемпе паллаштарма, пурнăçĕнчи кăсăклă самантсем çинчен каласа пама пулать. И.Я. Яковлев çинчен доклад тума пулать. Чăваш халăхĕн ăс - хакăл ертÿçи пирки ачасем сахал мар илтнĕ, вуланă. И.Я. Яковлев педагог чăваш халăхне, чĕлхине упраса хăварассишĕн сывлăхне, вăйне шеллемесĕр тăрăшнине палăртмалла.
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров Пушкăртстанри бюджетниксен ĕç укçине çитес çулта ÿстерме сăмах панă, çакăн çинчен вăл Фейсбук страницинче çырнă. «Çитес çул бюджетниксене ĕç укçи тÿлеме кăçалхинчен 1,6 млрд. тенкĕ ытларах яратпăр, виçĕ çул тăршшĕнче вĕсен ĕç укçи ÿсни 9,7 млрд тенкĕпе танлашать. Çак хушăма кашни асăрхать», — палăртнă регион пуçлăхĕ. «Башинформ» агентство пĕлтернĕ тăрăх, 2022 çул тĕлне Пушкăртстанра уйăхри вăтам ĕç укçин виçи 43,5 пин тенкĕпе танлашмалла. «Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Иртнӗ эрнере декабрӗн 16-мӗшӗнче Хусанта «Ак Барс» Çамрăксен центрӗнче «Тысячелетия культур» наци йăли-йӗркисен халăхсен хушшинчи фестивалӗ кӗрлесе иртсе кайрӗ. Çак мероприятие халăхсене пӗр-пӗрин культурине, тӗнчекурăмне, пурнăçри хаклăхсене йышăнма, хисеплеме вӗрентес тӗллевпе йӗркеленӗ. Фестивале хутшăнакансен хăй халăхӗн авалхи йăлипе паллаштармалла. Хусанта вăл иккӗмӗш çул иртет, йӗркелӳçисем - Хусан мэрийӗ, Тутарстанри халăхсен... ❮ ❯ Иртнӗ эрнере декабрӗн 16-мӗшӗнче Хусанта «Ак Барс» Çамрăксен центрӗнче «Тысячелетия культур» наци йăли-йӗркисен халăхсен хушшинчи фестивалӗ кӗрлесе иртсе кайрӗ. Çак мероприятие халăхсене пӗр-пӗрин культурине, тӗнчекурăмне, пурнăçри хаклăхсене йышăнма, хисеплеме вӗрентес тӗллевпе йӗркеленӗ. Фестивале хутшăнакансен хăй халăхӗн авалхи йăлипе паллаштармалла. Хусанта вăл иккӗмӗш çул иртет, йӗркелӳçисем - Хусан мэрийӗ, Тутарстанри халăхсен Ассамблейипе Туслăх Çурчӗ тата Культура министерствин Йăла культурин аталанăвӗн республика центрӗ. Кăçалхи фестивале 13 Наципе культура автономийӗ хутшăнчӗ. Халăхсен авалхи йăлисен йӗркине курса ларма интереслӗ пулчӗ. Чăннипех те, хамăрпа юнашарах пурăнакан халăхсем халиччен пӗлмен енчен уçăлаççӗ. Вӗсен тӗнчекурăмӗ, пурнăç филосо­фийӗ, вăл е ку пулăма епле йышăнни пирӗншӗн ăнланмалларах пулса тăрать. Пӗр сăмахпа каласан, халăх чунне курма май парать. Еврейсен шабачӗпе, мăкшăсен «пăрăва шыва кӗртнипе», вьетнамсен Çӗнӗ çул кӗтсе илнипе тата нумай-нумай халăх йăли-йӗркипе паллашма пултартăмăр çак кун. Чăвашсен йăли-йӗркисене кă­тартма ку хутӗнче Пăва районӗнчи Кипеккассинчи «Асамат кӗперӗ» фольклор ушкăнӗ килчӗ. Вӗсем «Хӗр йӗррипе» паллаштарчӗç. «Асамат кӗперӗ» фольклор ушкăнӗ пек 1993 çул­та Светланăпа Николай Ивановсем тăрăшнипе йӗркеленсе кайнă. Паян кун та вӗсем ансамбле çӳреççӗ. Унсăр пуçне Светлана Иванова вырăнти Культура çурчӗн заведующийӗ, мăшăрӗ Николай Иванов илемлӗх ертӳçи пулса тăрăшаççӗ. 2002 çулта ушкăна Пăвари Культура çурчӗн методисчӗ Ильсияр Кузьмина ертсе пыма пуçланăранпа вăл этника ансамблӗ пек палăрса тăрать. Светлана Иванован сăмахӗсемпе, ушкăн республика шайӗнчи пысăк мероприятие пуçласа хутшăннă. Çак утăма тума вӗсене ансамбль ертӳçи Ильсияр Самигулловна хавхалантарнă, сăмах май, çӗнӗ ертӳçӗ ӗçлеме пуçласанах ансамбле ăçта та пулин илсе тухма сăмах панă. Вăл тăрăшнипе видеосюжет конкурсăн суйлав турне лекнӗ, çапла кипеккассисем Хусанти пысăк сцена çине тухма пултарчӗç. Тивӗçлипе, паллах. Хăйсен тăрăхӗнчи туй йӗркине вӗсем лайăх кăтартса пачӗç. Шел, ансамбльте çамрăксем пачах та çук темелле, чи çамрăккисем 70-мӗш çулхисем. Качча каякан хӗре те акă 1966 çулта качча тухнă Валентина Ермакова сăнласа пачӗ. «Эпӗ хамăн туя лайăх астăватăп, ун чухне те çак пӗркенчӗк айӗнче «хӗр йӗрри» юрласа макăрса ларнăччӗ. Халӗ ӗнтӗ туйсем ӗлӗкхилле мар, çамрăксем пӗлмеççӗ. Тен, çавăнпа хутшăнас кăмăлӗсем те çукрах пулӗ», - терӗ вăл. Авланакан качча вара Николай Иванов питӗ те ăста кăтартса пачӗ. Ансамбльте чи ватти - Зинаида Краснова, вăл 92-ре пулсан та инçе çула тухма хăраса тăман. Сцена çинче те хăйне тивӗçлӗ тытрӗ, ташласа та пачӗ-ха. Зинаида аппа кашни çыннах хăй пек вăрăм ӗмӗрлӗ те сывлăхлă пурăнма пиллет, ăшă сăмах кашни валли тупать. - Хам тутар хӗрарăмӗ пулсан та чăваш ансамблӗпе савăнсах ӗçлетӗп. Кăмăллатăп çак асанне-кукамайсене. Вӗсем çав ­тери ырă кăмăллăскерсем. Ре­петицисене Кипеккассинче ирт­теретпӗр. Ял, район шайӗнчи уявсене, мероприятисене хутшăнма ытларах Светланăпа Николай Ивановсем хатӗрлеççӗ, ман тивӗç - республика шайӗнчисене илсе тухасси. Паян кăтартнă йăлана, тӗрӗссипе, 10 çул каяллах пултарулăх отчечӗ валли хатӗрленӗччӗ, анчах вăл тӗне кӗменнисен йăли пулнипе маларах кăтартма май пулман. Халӗ вара ун пек чару çук. Питӗ лайăх кăтартса пачӗç ăна кипеккассисем. «Хӗр йӗрри» йăла-йӗркене эпир Евдокия Сидорова каласа панă тăрăх хатӗрлерӗмӗр. Шел, больницăра выртнипе хăй фестивале хутшăнаймарӗ. Пурне те тав тăвас килет. 82 çулпа пыракан Ольга Попована та асăнса хăварас килет, вăл пирӗн юрă пуçлакан. Мухтанатăп хамăрăн пултаруллă кинемисемпе, ушкăнри арçынсем те маттур. Вӗсем пулмасан кӗвӗ-юрă та пулмасть», - терӗ Ильсияр Кузьмина.
Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче халăх юрăпа ташă ансамблĕн "Истори страницисене уçса" юбилей концерчĕ пулчĕ. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, республикăри культура, национальность тата архив ĕçĕсен министерствин профессиллĕ ăсталăх, вĕрентỹ, халăх пултарулăх пайĕн ăсталăх секторĕн заведующийĕ Татьяна Дмитриева, Трактор тăвакансен культура çурчĕн республикăри халăх пултарулăх центрĕн директорĕн çумĕ Валентина Яковлева, Пĕтĕм Раççейри хор обществин республикăри уйрăмĕн председателĕ Светлана Тяхмусова, "Сăвар" халăх ташă ансамблĕн илемлĕх ертỹçи, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Раççей кăмăлĕ" премийĕн лауреачĕ Анатолий Музыкантов, Çĕнĕ Шупашкарти "Химик" культура керменĕнчи "Сăрнай" халăх вокал ансамблĕн илемлĕх ертỹçи, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Енри композиторсен ассоциацийĕн членĕ, Нăрваш Шăхаль ялĕн хисеплĕ гражданинĕ, пирĕн ентеш - Вăрманхĕрри Шăхалĕнче çуралнă Николай Эриванов, хăнасем, кỹршĕ районсен делегацийĕсем хутшăнчĕç. Халăх юррине, йăли-йĕркине анлăн сарас, упраса хăварас, çĕнетсе пырас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывакансене тĕрлĕ шайри наградăсемпе чысларĕç. Нумай çул ансамбле çỹрекенсене "Патăрьел районне туса хунăранпа 95 çул" юбилей медалĕ пачĕç. Çавăн пекех çак чыс сывлăх сыхлавĕн ветеранне, Анатолий Шакин мăшăрне Вера Ивановнăна та çитрĕ. Рудольф Селиванов çавна май çакна палăртрĕ: "Эсир Анатолий Шакина ĕçре хавхалантарса пыма нумай тăрăшатăр". Чăваш Республикин культурине аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн Патăрьел халăх юрăпа ташă ансамблĕн илемлĕх ертỹçине Анатолий Шакина тата аккомпаниатор-хормейстрне Петр Никитина "Культурăри çитĕнỹсемшĕн" кăкăр çине çакмалли паллăпа чысларĕç. "Районăн 95 çулхи юбилейĕнче 75 çул тултарни, ансамбль 50 çула çитни хавхалантарать те. Районти "Акатуй-сабантуй" та манпа пĕр çулта. Унта пирĕн коллектив çулленех хутшăнать. Миçе юбилей - иксĕлми савăнăç. Пурте кăçал тата! Ансамбльпе ĕçлени манăн пурнăç тĕллевĕ. Вăл мана хавхалантарать, ăсталăха малашне те ỹстерсе пыма хистет. Пуçласа паянхи кунччен ансамбле çỹрекенсене тавах. Анатолий Долгов, Владимир Ширтанов, Николай Михайлов, Елена Викторова, Луиза Леонтьева, Мария Рубцова (хорта юрлакансем), Иван Казаков, Геннадий Михеев, Анатолий Калькин, Елена Николаева (ташлакансем), Альбинăпа Ферид Абитовсем, Валерий Волков, Николай Толстов, Марсель Амерханов, Сергей Никитин, Петр Мясников (оркестр ушкăнĕ) тата ыттисем те ансамбль ĕçне тивĕçлĕ тỹпе хыврĕç",- тет Анатолий Шакин. Юбилей концерчĕн программине интереслĕ те илĕртỹллĕ номерсене кĕртнĕ. Юрăсем ташăсемпе ылмашăнчĕç, купăс вылянчĕ, эстрада тата халăх юррисем шăранчĕç. Кашни номере куракансем алă çупса хавхалантарчĕç. Экранпа ансамбль пурнăçне çутатакан слайдсене кăтартрĕç. Мухтавлă ентешсен çулталăкĕнче артистсем анатри чăвашсен йăли-йĕрки чĕррĕн курăннине пур енлĕн çутатрĕç.
Вăрман пирӗн пуянлăх тетпӗр пулсан, эппин ăна упрама та пурте тăрăшмалла. Çак тӗлӗшпе ТР Вăрман хуçалăхӗн министерстви тутарстансене вăрманти йӗркесӗрлӗхе курсанах «Берегите лес» мобильлӗ сервис урлă Федераллă диспетчер службине пӗлтерме ыйтать. «Берегите лес» приложени çӗршывăн хуть хăш вăрманӗнчи йӗркесӗрлӗх çинчен диспетчера хăвăрт та ансат пӗлтерме май парать. Кунсăр пуçне çак... ❮ ❯ Вăрман пирӗн пуянлăх тетпӗр пулсан, эппин ăна упрама та пурте тăрăшмалла. Çак тӗлӗшпе ТР Вăрман хуçалăхӗн министерстви тутарстансене вăрманти йӗркесӗрлӗхе курсанах «Берегите лес» мобильлӗ сервис урлă Федераллă диспетчер службине пӗлтерме ыйтать. «Берегите лес» приложени çӗршывăн хуть хăш вăрманӗнчи йӗркесӗрлӗх çинчен диспетчера хăвăрт та ансат пӗлтерме май парать. Кунсăр пуçне çак приложени урлă хыпара сăнӳкерчӗкпе, йӗркесӗрлӗх е хăвăр ăçта пулнă вырăнăн координачӗсене çирӗплетсе яма пулать. Çаплах приложенире Вăрман хуçалăхӗн федераллă агентствин тата вăрманпа çыхăннă ытти ведомствăсен хыпарӗсемпе тата документсемпе паллашма пулать.
Марий Элти Шелангер поселокӗнчи çӗршывӗпе паллă аш-какай комбинатӗнче агропромышленность комплексӗнче ӗçлекенсен Пӗтӗмраççейри канашӗ иртрӗ. Ялăн социаллă тата экономика аталанăвӗ - çӗршывăн продовольстви хăрушсăрлăхӗн тата никама пăхăнманлăхӗн никӗсӗ пулни Раççейри 52 регион представителӗсене пухнă канашлăвăн тӗп теми пулчӗ. Унта çӗршыври АПК специалисчӗсем, хуçалăхсен ертӳçӗсем, чиновниксем - пурӗ 600 ытла çын хутшăнчӗç.... ❮ ❯ Марий Элти Шелангер поселокӗнчи çӗршывӗпе паллă аш-какай комбинатӗнче агропромышленность комплексӗнче ӗçлекенсен Пӗтӗмраççейри канашӗ иртрӗ. Ялăн социаллă тата экономика аталанăвӗ - çӗршывăн продовольстви хăрушсăрлăхӗн тата никама пăхăнманлăхӗн никӗсӗ пулни Раççейри 52 регион представителӗсене пухнă канашлăвăн тӗп теми пулчӗ. Унта çӗршыври АПК специалисчӗсем, хуçалăхсен ертӳçӗсем, чиновниксем - пурӗ 600 ытла çын хутшăнчӗç. Мускавран Геннадий Зюганов та килнӗччӗ. Тутарстан делегацине çак мероприятире ТР Президенчӗн тивӗçӗсене пурнăçлаканӗ, республикăн Премьер-министрӗ Ильдар Халиков ертсе пычӗ. Вӗсене совхоз ертӳçи Иван Казанков хапăл туса кӗтсе илчӗ. Ильдар Халиков палăртнă тăрăх, «Звениговский» аш-какай комбиначӗн продукцине Тутарстанра кăна мар, Раççейре те лайăх пӗлеççӗ, çавăнпа та канашлăва унăн территорийӗнче ирттерни тӗрӗс. Премьер-министр сăмахӗсемпе, Тутарстан типӗ тăнă 2015 çулта та начар мар тыр-пул пухса илнӗ, Раççейри чи пысăк выльăх-чӗрлӗх кӗтӗвӗ усракан република (унăн шучӗ Тутарстанра 1 млн пуçран иртнӗ) хӗл каçмалли апат та çителӗклӗ хатӗрленӗ. Çӗршывăн ял хуçалăх продукциӗн 4 процентне Тутарстанра ӳстереççӗ. Раççейри сӗтӗн 6 процентне пирӗн республикăра суса илеççӗ. Агропромышленность комплекӗнче малта пыни республикăна хамăрăн çăкăрпа, çăмартапа, аш-какайпа, сахăрпа, сӗтпе, çӗр улмипе тивӗçтерме май парать. Ял хуçалăх направленнине ăнăçлă аталантарса Тутарстанра пӗлтӗр çӗр ӗçченсем çитӗнтерекен продукцине тирпейлекен 4 производство хута янă. Муниципалитетсенче выльăх пусмалли 70 пункт ӗçлет. Тирпейлекен предприятисене çӗнетес тесе 2015 çулта 11 млрд тенкӗ укçа хывнă. Республикăра уйрăм çынсен тата хресчен хуçалăхӗсен аталанăвне те пысăк тимлӗх уйăраççӗ. «Вӗсем республикăри вылăхсен виççӗмӗш пайне усраççӗ тата ял хуçалăх продукцийӗн çуррине ӳстереççӗ», - тесе пӗлтерчӗ И.Халиков. Тутарстан Президенчӗн тивӗçӗсене пурнăçласа пыракан Премьер-министр çавăн пекех ялта ӗçлекен çамрăк специалистсене тӗрев парасси çинчен те каласа пачӗ. Кунта вӗреннӗ вăхăтра парăнакан хушма стипендисем те, «подъемнăй» та, хушма тӳлев те. Тата питӗ пӗлтерӗшлӗ япала, çурт тума субсиди илме приоритет пурри. «Республика Президенчӗ Рустам Минниханов аграрисен умӗнче лартнă задача тăрăх, ял хуçалăх продукцине туса кăларасине çулсерен сахалтан та 5 процента ӳстермелле тата унăн хушма тӳлевӗ чи пысăкки пултăр тесе тăрăшмалла», - палăртрӗ Ильдар Халиков. Унсăр пуçне республика ертӳçисем ял çине Тутарстанри нумай нациллӗ халăхăн йăли-йӗркисемпе чӗлхине упракан вырăн пек пăхни çинчен каларӗ Премьер-министр. Аграрийсен форумӗ çинчен калас пулсан, хăнасене совхозăн техникине кăтартрӗç. Марий Элăн кăна мар, кӳршӗри регионсен ял хуçалăх çитӗнӗвӗсемпе те паллаштарчӗç. «Звениговскине» республика влаçӗсем пулăшмаççӗ. Вăл кризиссенчен хăй тӗллӗн тухать, çитменнине производство калăпăшне 20 процент таранччен ӳстерме ту пултарнă. Çакă, паллах, ӗçлекенсен шалăвне ӳстерме те, социаллă ыйтусене татса пама та майсем уçать. Дотациллӗ республикăри предприяти миллиард тенкӗлӗх налогсем тӳлет, çав вăхăтра влаçсем «хӗрлӗ» совхоза илсе килекен çулсене те юсама васкамаççӗ. Раççей шайӗнчи форумсем ирттерсе çак хуçалăхра ӗçлекенсем хăйсен пӗлтерӗшӗпе хăватне тата та çӗклерӗç тесе калас килет.
Кашни çын çут тĕнчене хăйĕн тивĕçĕпе килет. Хĕрарăмăн вара чи пысăк тивĕçĕ – çут тĕнчене çĕнĕ пурнăç парнелесси. Пепкесене çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларасси‚ унтан ĕмĕр тăршшĕпе вĕсене тимлĕх уйăрса‚ пулăшса‚ ачасемшĕн савăнса‚ хăш чух пăшăрханса пурăнасси. Ку ĕçре‚ паллах‚ яваплăх тени ашшĕ çине те тиенет. Çемьене хÿтĕлесси‚ укçа-тенкĕпе тивĕçтересси‚ кил-çуртра пулăшасси‚ воспитани парасси тата ыт. те. Виçĕ ача амăшĕ пулнă май‚ Аннăн ку енӗпе опычĕ те, ăсталăхĕ те çителĕклĕ темелле. Хĕрарăмăн ĕç кунĕ ирхи 6 сехетрех пуçланать. Çав вăхăталла пĕчĕк Кира та вăранать‚ ăна апатлантармалла‚ кĕпе-йĕмне улăштармалла‚ ирхи апат хатĕрлемелле. Унтан Кирилпа Катьăна вăратмалла. Кирилл – чи асли. Вăл 12 çулта‚ хулари 2№ шкулта 7-мĕш класра вĕренет. Ашшĕпе амăшне лайăх паллăсемпе савăнтарать‚ конькипе ярăнма кăмăллать. Амăшĕ каланă тăрăх‚ лăпкă ача‚ шанчăклă‚ мĕн хушнине пурнăçлама тăрăшать. Аннăн пĕр-пĕр ĕçпе килтен тухмалла пулсан çулталăкри Кирăна аслă ывăлне шанса хăварма пулать. Катя хальлĕхе ача садне çÿрет. Ирхине сакăр сехетрех вырăнта пулма хăнăхнăскер амăшне васкатать. Кăçалхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăл пуçласа парта хушшине ларĕ. Катя ача садĕнчи театр кружокне кăмăлласа çÿрет. Нумай пулмасть «Теремок» халапри тилĕ сăнарне питĕ килĕштерсе вылянă. Катьăна ăсатнă хыççăн Анна килне васкать‚ кил-йыш валли кăнтăрлахи апат хатĕрлемелле‚ унтан сĕт кухнине‚ социаллă хÿтĕлев паракан центра çитмелле‚ çула май лавккана кĕрсе тухмалла тата ытти куçа курăнман нумай ĕçе пурнăçламалла. Çакăн пек йĕркепе кун та сисĕнмесĕр иртсе каять. Анна Анфимовна Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухсан пĕлĕвне Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнчи вăтам шкулта тăснă. Пелепей хулинчи 46№ училищĕре сутуçă профессине алла илнĕ. Ĕçлĕ пурнăçне 2003 çулта «Санди» магазинта пуçланă. Чипер сăнлă‚ килекенсемпе ялан кăмăллă калаçакан хĕре Александр ятлă яш каччă асăрханă. Вăл асăннă лавккаран инçе пурăнман. Хитре хĕре курас тесе каччă магазина час-часах çÿреме пуçланă. Сăмах хыççăн сăмах, çамрăксем пĕр-пĕринпе паллашса кайнă‚ 2006 çулта пĕр çемьене чăмăртаннă. Çулталăкран çамрăксен Кирилл ывăлĕ çуралнă. Унтан çамрăк çемье тĕрлĕ сăлтава пула 2009 çулта Аннăн тăван кĕтесне таврăннă. Ялта пурăннă чухне 2013 çулта Катя хĕрĕ çут тĕнчене килнĕ. Анна вырăнти предприниматель патĕнче лавккара‚ унтан ял вулавăшĕнче‚ каярах клубра ĕçленĕ. Унта тăрăшнă вăхăтра мероприятисене кăсăк та çÿллĕ шайра ирттернине ентешĕсем те çирĕплетеççĕ. Çав вăхăтрах куçăн мар мелпе Çтерлĕри культурăпа искусство колледжĕнче вĕреннĕ. Пурăна киле Бубновсем каллех Пелепей хулине куçса килнĕ. Унта ача амăш капиталĕпе тата кредит илсе общежитире икĕ пÿлĕм туяннă. Анна Анфимовна «Урал Батыр» наци культурисен центрӗнчи чăваш обществин центрне культура ертÿçи пулса вырнаçнă. Каярах пултаруллă хĕрарăма тĕп методист ĕçне шанса панă. Çемье пуçĕ халиччен тĕрлĕ ĕçре тăрăшнăскер Пелепейри автокомплект заводне литейщик пулса вырнаçнă. Пурнăç майĕпен йĕркене кĕнĕ. 2019 çулта çемьене йыш хушăннă - кĕçĕн хĕрĕ Кира çут тĕнчене килнĕ. Бубновсем нумай ачаллă çемье пулса тăнă. - Эпĕ хам та нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Аннен ырă тĕслĕхĕ çинче ÿснĕскер пĕчĕкренех виçĕ ача амăшĕ пулма ĕмĕтленеттĕм. Паллах‚ тăвансем пулăшса тăни те йывăрлăхсене çĕнтерме вăй парать. Хуняма çывăхра пурăнни те питĕ вырăнлă‚ вăл май пур таран мăнукĕсене тимлĕх уйăрма тăрăшать. Кÿршĕри Надя аппа та пире пулăшать. Кирлĕ чух пĕчĕк Кирăпа ларать. Хальхи çамрăксем ача çуратма васкамаççĕ‚ вĕсене ирĕклĕх‚ çул çÿрев илĕртет. Ачасем нихçан та чăрмав пулмаççĕ‚ вĕсем ÿсеççĕ-çке. Хăш чух мана мăйран пĕр харăс виçĕ мăшăр пĕчĕк алă ыталаса илет. Пурнăçра çакăнтан хакли мĕн пултăр? – тет телейлĕ хĕрарăм.9,5Хальлĕхе Бубновсем общежитири икĕ пÿлĕмре пурăнаççĕ. Малашлăхри планра - пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене улăштарасси тата çăмăл машина туянасси. Анна водитель правине тахçанах алла илнĕ‚ хăй руль умне ларасшăн. Нумай ачаллă çемьене патшалăхран çурт-йĕр хăпартма çĕр уйăрма тивĕç. Ун пирки Анна хутсемпе çÿреме çуркуннене палăртса хунă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин юлашки Уçă çырăвĕнче нумай ачаллă çемьесене тĕрлĕ çăмăллăхсем парасси пирки каланăччĕ. Тен‚ çак çĕнĕлĕхсем те‚ Бубновсен туслă çемйин ырă тĕслĕхĕ те тепĕр ача çуратассипе иккĕленсе тăракан çамрăксене хавхалантарĕç. Çавăн пек пуласса тем пекех шанас килет. Инга АЛЕКСЕЕВА. Пелепей хули. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Пушкăртстан Республикинчи строительство министрне Рамзиль Кучарбаева коррупципе çыхăннă йĕркесене пăхăнманшăн мар, хăй шутламан çĕртенех должноçри полномочисене иртсе кайса пурнăçланăшăн айăплаççĕ. Вăл ĕç пĕлтерĕшне хăйне майлă ăнланнă тесе шутлать Роман Петров адвокат. Пушкăртстан Республикинчи строительство министрне Рамзиль Кучарбаева коррупципе çыхăннă йĕркесене пăхăнманшăн мар, хăй шутламан çĕртенех должноçри полномочисене иртсе кайса пурнăçланăшăн айăплаççĕ. Вăл ĕç пĕлтерĕшне хăйне майлă ăнланнă тесе шутлать Роман Петров адвокат. - Ман шутпа, ĕçĕн малашлăхĕ çукпа пĕрех. Ун пек ĕçсене тĕпчеме, уçăмлатма йывăр. Йĕркепе килĕшсе тăман сăлтавĕсем, алă пуснисем, фактпа тÿр килмен документсем пур. Объектри ĕçе туса пĕтермесĕр тунă пек кăтарса преми илесшĕн çеç пулни коррупци шутланмасть. Çак утăма вăл республика интересне хăйне майлă шута илсе пурнăçланă. Манăн практикăра подрядчик сăмах панине шанса алă пуснă тĕслĕхсем пулнă. Алă пусмасан уйăрса панă укçана каялла республика хыснине тавăрса пама тÿр килĕччĕ. Закон тĕлĕшĕнчен ку должноçри полномочинчен иртсе кайса хăтланнă пек пулса тухать. Ун йышши ĕçсем ытларах чухне суда çитмеççĕ е штраф тÿленипе вĕçленеççĕ. Аса илтеретпĕр, Пушкăртстан Аслă сучĕ ПР Строительство министерствин пуçлăхне айăпланипе килĕшмесĕр панă жалобăна пăхса тухнă. Маларах Ĕпхÿ хулинчи Киров район сучĕ чиновника должноçри полномочинчен иртсе кайса хăтланнăшăн икĕ уйăха тытса хупнă. Çак кунсенче Фемида ĕçченĕсем йышăннă мерăна килти арестпа улăштарнă. 2021 çулхи февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ПР строительствăпа архитектура министрне Рамзиль Кучарбаева Кумертау хулинчи тасатмалли сооруженисене туса пĕтермесĕр, объекта хатĕр тесе алă пусса йышăннăшăн тытса чарнă. Следстви шухăшĕпе, чиновник ПР Капиталлă строительство управленийĕн пуçлăхĕн пуканне йышăннă вăхăтра объект хатĕр мар, ăна хута яма май çуккине пĕлсе тăрсах ăна йышăннă. Çапла майпа патшалăха 95 миллион тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Надежда РОДИОНОВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Пушкăртстанра пилотсăр вертолетсен производствине хута ярĕç. Вăл «Геоскан» компанипе пĕрле тăвакан проект пулассине республика правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров Санкт-Петербургра ĕçлĕ çулçÿревпе кайса килнĕ хыççăн пĕлтернĕ. Регион делегацийĕ «Геоскан» пилотсăр вĕçев аппарачĕсен заводĕнче пулса курнă. Пушкăртстанра пилотсăр вертолетсен производствине хута ярĕç. Вăл «Геоскан» компанипе пĕрле тăвакан проект пулассине республика правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров Санкт-Петербургра ĕçлĕ çулçÿревпе кайса килнĕ хыççăн пĕлтернĕ. Регион делегацийĕ «Геоскан» пилотсăр вĕçев аппарачĕсен заводĕнче пулса курнă. -Пирĕн республикăра хамăрăн хăватлă авиаци кластерĕ пур, ăна малалла та аталантарма палăртатпăр. Асăннă юхăмсенчен пĕри Пушкăртстан территоринче «Геоскан» компанипе пĕрле пилотсăр вертолетсене туса кăларасси пулĕ, - палăртнă Андрей Назаров. «Геоскан» компанипе пĕрле тумалли тепĕр проект Ĕпхÿ хулипе районне аэрофотосъемкăпа усă курса кадастр даннăйĕсене тĕрĕслесси пулĕ. «Геоскан» - пилотсăр вĕçев аппарачĕсене туса хатĕрлекен Раççейри компанисен ушкăнĕ. Çавăн пекех вăл виçĕ виçеллĕ визуализаци тата даннăйсене фотограмметри мелĕпе ĕçлесе хатĕрлемелли программăсемпе тивĕçтерет. Асăннă компанин филиалĕсем Мускав, Белгород тата Сургут хулисенче пур. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
«Театр вăл – асамлă тĕнче. Вăл илемлĕх‚ мораль‚ кăмăл-сипет урокĕсем парать. Мĕн чуль вĕсем пуянрах‚ çавăн чухлĕ ачасен ăс-тăн аталанăвĕ те ăнăçлă пырать...» тенĕ паллă психолог Борис Теплов. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн йышăнăвĕпе 2019 çула Театр çулĕ тесе палăртнă. Ăна «Мишутка» ача сачĕн çулталăк планĕпе килĕшÿллĕн, воспитанниксене театр ĕçĕ-хĕлне явăçтарас тĕллевпе, уçрăмăр. Асăннă пулăма халалласа тĕрлĕ çулхи ачасен ушкăнĕсенче мероприятисем иртрĕç. Шăпăрлансем театрăн асамлă та илĕртÿллĕ тĕнчи çинчен нумай интереслĕ информаци пĕлчĕç. Ача сачĕн воспитанникĕсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем тата воспитательсем тăрăшнипе ачасем Юратакансен‚ Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен тата Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕсене халалласа ирттернĕ уявсенче сценкăсем кăтартрĕç. Пукане театрĕ те уявсене илем кÿчĕ. Ачасене чăн-чăн театра илсе кайма май пулмасан‚ театр хăй вĕсем патне хăнана килет. Март уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шаран районĕнчи Хурамал шкулĕн 2-4-мĕш класĕсенче вĕренекенсем «Кăмпа айĕнче» чăвашла спектакль кăтартрĕç. Ăсталăх ертÿçи кĕçĕн классене тата чăваш чĕлхипе литература урокĕсене вĕрентекен Ирина Витальевна Наумова пулчĕ. Ача садĕнчи музыка залĕ театрти куракансен залне çаврăнчĕ. Чăн та, ăна профессиллĕ театрсенчипе танлаштараймастăн, анчах та вăл уява йĕркелеме чăрмантармарĕ. Хăш-пĕр самантсем вара театр пурнăçне аса илтерчĕç. Сăмахран, воспитанниксем спектакль пăхма билет туянас тесе кассăна чăннипех черете тăчĕç. Зала кĕнĕ чух куракансене контролер кĕтсе илчĕ. Вăл билетсене тĕрĕсленĕ хыççăн кашнине хăйĕн вырăнне тупма пулăшрĕ. Зал администраторĕ вара театрта хăйсене епле тытмаллине ăнлантарса пачĕ. Шăпăрлансем сывлама чарăннă евĕр юмах пуçланнине кĕтрĕç. Акă вăрах кĕтнĕ шăнкăрав сасси виççĕмĕш хутчен янăрарĕ. Çамрăк куракансен умĕнче шкулăн аслă вожатăйĕ Галина Георгиевна Якупова салам сăмахĕсемпе тухса калаçрĕ. Малалли хаçатăн 14№. Геннадий ЛАРИОНОВ‚ аслă воспитатель. Шаран районĕ‚ Хурамал ялĕ. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Пӗлтӗр мартăн 5-мӗшӗнче Хусанти «Ак Барс» çамрăксен центрӗнче Фарида концерчӗ пулнăччӗ, кăçал çак кунах 18 сехет те 30 минутра хусансене Вячеслав Христофоров, Алексей Шадриков, Марта Зайцева, Илемпи тата ыттисем çывхарса килекен уявпа саламлӗç. Çак концерта курма çынсем Ешӗлвар (Зеленодольск), Лайăш районӗсенчен йышлăн килеççӗ. Уяв тенӗрен, кăçал çуркунне Тутарстан чăвашӗсен И.Я.Яковлев... ❮ ❯ Пӗлтӗр мартăн 5-мӗшӗнче Хусанти «Ак Барс» çамрăксен центрӗнче Фарида концерчӗ пулнăччӗ, кăçал çак кунах 18 сехет те 30 минутра хусансене Вячеслав Христофоров, Алексей Шадриков, Марта Зайцева, Илемпи тата ыттисем çывхарса килекен уявпа саламлӗç. Çак концерта курма çынсем Ешӗлвар (Зеленодольск), Лайăш районӗсенчен йышлăн килеççӗ. Уяв тенӗрен, кăçал çуркунне Тутарстан чăвашӗсен И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине паллă тумалла, республикăри «Чăваш пики» конкурса ирттермелле. Çавăнпа та хаваслă тӗлпулусем татах та пуласса шанас килет.
Пӗлтӗр ноябрӗн 11-мӗшӗнче суйланнă ТР ЧНКА Канашӗ хăйӗн ларăвне кăçал февралӗн 17-мӗшӗнче ирттерчӗ. Ӗçтăвком ертӳçи Владимир Иванов ертсе пыракан пухăва 40 ытла пайташ пухăннăччӗ. Вӗсене ТР Халăхсен Ассамблейин Ӗçтăвкомӗн председателӗ Николай Владимиров саламларӗ. Вăл Пăва, Мензеле, Çӗнӗ Шуçăм районӗсенче Туслăх Çурчӗн представительствисем уçăлассине пӗлтерчӗ. 2010 çулхи Перепись кăтартăвӗсемпе Ешӗлварта 1931... ❮ ❯ Пӗлтӗр ноябрӗн 11-мӗшӗнче суйланнă ТР ЧНКА Канашӗ хăйӗн ларăвне кăçал февралӗн 17-мӗшӗнче ирттерчӗ. Ӗçтăвком ертӳçи Владимир Иванов ертсе пыракан пухăва 40 ытла пайташ пухăннăччӗ. Вӗсене ТР Халăхсен Ассамблейин Ӗçтăвкомӗн председателӗ Николай Владимиров саламларӗ. Вăл Пăва, Мензеле, Çӗнӗ Шуçăм районӗсенче Туслăх Çурчӗн представительствисем уçăлассине пӗлтерчӗ. 2010 çулхи Перепись кăтартăвӗсемпе Ешӗлварта 1931 чăваш пурăнать. Анчах унта халӗ те чăваш культура центрӗ çук-ха. Тукай районӗнче - 540, Камско-Устьинскинче - 154, Мензелере - 132, Пестрецынче - 113, Ютазара - 108 çын хăйсене чăваш тесе çыртарнă. Вӗсемпе те наципе-культура çыхăнăвӗсем хальлӗхе, шел пулин те, йӗркеленмен. Çак енӗпе ӗçе вăйлатсан, Николай Владимиров сăмахӗсемпе, Тутарстан районӗсенче 27 мар, 33 вырăнти чăваш наципе культура центрӗ пулмалла. Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗнче чăваш уйрăмӗ иртет. Анчах та вырăссем Туслăх Çуртӗнче 44 мероприяти ирттернӗ пулсан, чăвашсем унта 15 кăна ирттернӗ. Тӗслӗх пулса тăрас тесен, мероприятисен шучӗ те нумай пулмалла. Халăхсен Ассамблеи ют çӗршыв студенчӗсемпе лайăх ӗçлет. Хăш-пӗр автономисем те çак ӗçе йӗркелесе янă. Анчах та чăваш студенчӗсене сентябрь уйăхӗнче пухса общество ӗçне явăçтарас ӗç хальлӗхе илсе пырăнмасть-ха. Çав вăхăтра Чăваш Республикнчен те, Тутарстанран та чăвашсем Хусана нумайăн вӗренме килеçççӗ. Обществопа культура ӗçне йӗркелеме , мероприятисем ирттерме парăнакан грантсемпе те чăваш автономийӗ хальлӗхе сахалтарах ӗçлет. Канаш ку сӗнӳсене шута илсе ӗçре усă курма килӗшрӗ. Районсенчи чăваш центрӗсен председателӗсемпе обществон хастарӗсем автономин кăçалхи ӗç планне пăхса тухрӗç, ăна хушса мероприятисемпе пуянлатрӗç.
Шкул ачисене хăйсем пухнă пĕлĕвĕпе пурнăçра усă курма вĕрентес ĕçре креативлă шухăшлава аталантарасси пысăк вырăн йышăнать. Мĕнле шухăшлава эпир креативлă тетпĕр? Креативлă шухăшлава мĕнле тата мĕн тĕллевпе аталантармалла? Креативлă шухăшлав чăваш чĕлхине упраса хăварма тата аталантарма пулăшма пултарать-и? Çак ыйтусем тавра калаçма районта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен меслетлĕх пĕрлешĕвĕсен ертÿçисемпе хастар пайташĕсем 2022 çулхи чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтне митап сессие пуçтарăнчĕç. Митап сессире вĕрентекенсем чăннипех те креативлă шухăшлакансемпе тĕл пулчĕç. Чи малтан хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллă чăваш блогерĕ, Контактра хутшăну тетелĕнче «Чăваш ТВ» блога ертсе пыракан Константин Доброхотов паллаштарчĕ, чăвашлăха Интернет уçлăхне кăларас, çамрăксен креативлăхне аталантарас вăрттăнлăхсене уçса пачĕ, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ, паллă чăваш çыравçи Ольга Федорова издательство ĕçĕ-хĕлĕпе, çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарчĕ, кĕнеке çырса кăларас ĕçри çивĕч ыйтусене хускатрĕ, ачасен чăвашла вулас кăмăлне ÿстерес ĕçри çÿл-йĕре палăртрĕ, ачасен пултарулăхне аталантармалли хăш-пĕр майсене кăтартрĕ. «Чăваш Ен» телекомпанин аслă редакторĕ, Контактра хутшăну тетелĕнче «PUKANE.RU» ушкăна ертсе пыраканĕ Валентина Белова хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă май ачасене мĕн пĕчĕкрен чăвашла калаçтарса тата выляттарса ÿстернин пĕлтерĕшĕ пирки каласа пачĕ. Вăл пуçарса янипе тата йĕркелесе пынипе чăваш тумне тăхăнтартнă пуканесемпе теттесем чăвашла калаçаççĕ. Ачасене мĕн пĕчĕкрен чăвашла калаçтарса ÿстерес темăна Шупашкар хулин 50-мĕш ача сачĕн воспиталĕ Галина Плешкова малалла тăсрĕ. Чылай конкурс çĕнтерÿçи чăннипех креативлăхпа палăрса тăрать, каснă йывăç тураттисене тĕрлĕ материал çине çыпăçтарттарса пĕр вăхăтрах ачасен пултарулăхне аталантарать, вĕсене чăваш культурипе паллаштарать, чăвашла калаçма вĕрентет. Шупашкар хулин хавшак сывлăхлă ачасен 2-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ираида Матьянова ачасен пултарулăхне аталантармалли хăш-пĕр мел çинче чарăнса тăчĕ, чăваш чĕлхине упраса хăварас тĕллевпе ашшĕ-амăшĕпе ĕçлемелли тухăçлă майсемпе паллаштарчĕ. Митап-сессие чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертÿçи ĕçĕсене тăваканĕ Анна Егорова ертсе пычĕ. Ĕçлĕ хутшăнура вĕрентекенсем те хастар пулчĕç, чылай çивĕч ыйтăва хусактрĕç, хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç, пултарулăха аталантарни педагогсемшĕн те, ачасемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, креативлă шухăшлава аталантарни чăвашлăха упраса хăварма та пулăшатех тесе палăртрĕç.
(Ирина Кузьмина. А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ). Ыран Хусанта Тинчурин ячӗллӗ Тутар патшалăх драмăпа комеди театрӗнче Çарăмсан район ентешлӗхӗ пулать. Ентешлӗх кăçал хăйӗн 25 çулне паллă тунăран унăн программи ытти çулсенчинчен анлă пулать. Фойере малтан район территорийӗнче пурăнакан халăхсен кӗтесӗсене йӗркелеççӗ. Район чăвашӗсен представителӗсем кăçал Акрель ялӗнчи Культура çурчӗ çумӗнчи «Çăлкуç» ансамбль... ❮ ❯ (Ирина Кузьмина. А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ). Ыран Хусанта Тинчурин ячӗллӗ Тутар патшалăх драмăпа комеди театрӗнче Çарăмсан район ентешлӗхӗ пулать. Ентешлӗх кăçал хăйӗн 25 çулне паллă тунăран унăн программи ытти çулсенчинчен анлă пулать. Фойере малтан район территорийӗнче пурăнакан халăхсен кӗтесӗсене йӗркелеççӗ. Район чăвашӗсен представителӗсем кăçал Акрель ялӗнчи Культура çурчӗ çумӗнчи «Çăлкуç» ансамбль тата Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗ пулаççӗ. Вӗсем наци апат-çимӗçне, ал ӗçпе промыслисен ӗçӗсен, халăх культурипе çыхăннă ытти куравсене хатӗрлеççӗ. Мероприятин официаллă пайӗ каçхине 17 сехетре пуçланать. Çарăмсан чăвашӗсен пултарулăхӗпе паллашас кăмăллисене маларах килме сӗнетпӗр. Мӗншӗн тесен чăвашсемпе çыхăннă культура пайӗ сцена çинче мар, фойере интереслӗрех пулать.
Ĕпхÿ хулинче ял хуçалăхĕнчи предпринимательсем валли иртекен «Фермер шкулĕ» вĕрентÿ программин участникĕсене пуçтарнă. ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 21 çын «Хурт-хăмăр ĕçĕ» тата «Шыв кайăкĕсем» специальноçа алла илĕ. Ĕпхÿ хулинче ял хуçалăхĕнчи предпринимательсем валли иртекен «Фермер шкулĕ» вĕрентÿ программин участникĕсене пуçтарнă. ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 21 çын «Хурт-хăмăр ĕçĕ» тата «Шыв кайăкĕсем» специальноçа алла илĕ. Вĕренÿ курсĕ 2,5 уйăха пырĕ. Ăна вĕренсе пĕтернисем патшалăх дипломĕсене илĕç. Вĕсене Пушкăрт патшалăх аграри университетчĕн преподавателĕсем вĕрентĕç. Ведомствăра çамрăк фермерсем агробизнес уçасса, ун пекки пур пулсан, ăна аталантарса грантсем çĕнсе илессе, инвесторсене явăçтарасса шанса тăраççĕ. Хуçалăхсен пĕчĕк формисем ял хуçалăх продукцийĕн çуррине туса илеççĕ, çавăнпа та вĕсене пулăшни шанчăклă та малашлăхлă тесе шутлаççĕ ведомствăра. Надежда РОДИОНОВА. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
Кашни ҫулах апрель уйăхĕн 1-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери кайӑксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ӑна Пӗтӗм тӗнчери ЮНЕСКО организацийӗн “Этем тата биосфера” биологи программи шайӗнче ирттереҫҫӗ. Чи малтан ҫак уява 1894 ҫулта Çурçĕр Америкăри Пенсильвани штатĕнче пӗр талантлӑ учитель пуҫарнипе ирттернĕ. Вăл ҫурхи кун вӗҫен кайӑксем хӑйсен вырӑнӗсенчен тӑван ҫӗршывне таврӑнма пуҫласан, экологи уявне йӗркелесшӗн пулнӑ. Питӗ чаплӑ шухӑш хӑвӑрт аталаннă, темиҫе ҫултан вара Кайӑксен кунне Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче паллӑ тума пуçланă. Каярах праҫник Европӑри шкулсемпе ҫут ҫанталӑк сыхлав организацийӗсене те ҫитнӗ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Кайӑксен кунне Раҫҫее те паллă тума пуçланă. Шӑнкӑрч йӑвисене туни тата ытти ӳнерҫӗсен авалхи йӑли-йӗркине тытса пыни пысăк пӗлтерӗшлӗ пулăм: ҫын вӗҫен кайӑксене пулӑшни кӑна мар, хӑй те ҫут ҫанталӑкпа ҫывӑхланса пынӑ, унпа чӑн-чӑн пӗрлӗхре пулнине лайӑхрах ӑнланнӑ. Кайӑк-кӗшӗк вӗҫнипе пӗрлех Русьри ҫынсем ҫуркунне ҫитнине уявланӑ, ҫутҫанталӑкпа пӗрле хӗллехи ыйхӑран вӑраннине сӑнласа панӑ. Тӑван ҫӗршыва малтан кураксем вĕçсе килеççĕ. Вӗсем хыҫҫӑн шӑнкӑрчсем, чĕкеçсемпе шăпчăксем, саркайăксем, ытти вӗҫен кайӑксем тавралăха илем кÿреҫҫӗ. Ҫак кун ялан тенӗ пекех тӗрлӗ флешмобсем, акцисем тата массӑллӑ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Вӗсен тĕп тӗллевӗ - çут тĕнчери кайӑксен йышне тата хисепне упраса хӑварас енӗпе тӗнчери общественноҫа явӑҫтарасси. Кайӑксене сыхлас ыйту паянхи кун питĕ ҫивӗч тăрать. Мӗншӗн тесен юлашки 400 ҫул хушшинче пирӗн ҫӗр ҫинчен 100 ытла кайӑк ҫухалнӑ, хальхи вӑхӑтра та вӗҫен кайӑксен нумай тӗсӗ вилсе пырать. Ҫитӗнекен ҫамрӑк ӑру пирӗн ҫӗр ҫинчи ҫутҫанталӑка упрас тата пин-пин илемлӗ кайӑкпа вӗсен чаплӑ юрри ҫӗр пичӗ ҫинчен ан ҫухалтӑр тесе яваплӑрах та пуçаруллăрах пуласса шанас килет. Анфиса САЛИХОВА, ППУ Çтерлĕ филиалĕн 1 курс студентки. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Урал сасси" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.
#ВладимирпутинРаççĕй Президенчĕ Владимир Путин МВД тата МЧС тăватă генералне тата юстиции полковникне йышăнакан должнăçĕсенчен хăтарнă. Çакăн пирки указа право информацийĕн официаллă порталĕнче вырнаçтарнă. Вĕсенчен пĕри Виктор Половников, Коми Республикин шалти ĕçсен министрĕ пулнă. Маларах ăна взятка илнĕ тесе айăпланă. Владимир Путин алă пуснă указпа килĕшÿллĕн, Амур облаçĕнчи МВД Управленийĕн начальникне Николай Аксёнова тата Приморский крайĕнчи унăн ĕçтешне Николай Афанасьева ĕçрен кăларнă. Кунсăр пуçне президент указĕпе Мускав облаçĕ тăрăх ĕçлекен Тĕп следстви комитечĕн ертÿçин çумне, юстици полковникне Александр Сарафанова, Чечня Республикинчи МЧС Тĕп управленийĕн начальникне, шалти служба генерал-лейтенатне Руслан Яхьяева должнăçĕсенчен хăтарнă. РИА Новости материалĕсем тăрăх. Читайте нас в © 2020 Сайт издания "Сута сул" Копирование информации сайта разрешено только с письменного согласия администрации.